«Юрӗ, юрӗ, каласа парӑп сире йӗркипе. Ак, тӑнлӑр.
Аякран пуҫлам. Авари бригадине йышӑнчӗҫ мана Кӑнара. Кашни кун пилӗк километр утнӑ килтен, Шинер Пуҫӗнчен. Кунсерен ӗҫленӗ: задвижка уҫнӑ е курӑк тасатнӑ, труба тӗрӗсленӗ трасса ҫинче.
Вӑтанчӑк пулнӑ ӗнтӗ эпӗ, ытла хутшӑнман халӑхпа. Етӗрне еннелле кайсан трасса ҫине пӗрре туслашрӑм Олегпа, вӑл Кӑнартанччӗ. Каласа паратчӗ мана поселокри пурнӑҫ ҫинчен. Ҫамрӑксем ун чухне клуба бильярд выляма ҫӳренӗ, дискотекӑна кайнӑ. Манӑн хамӑн та хутшӑнас килнӗ питӗ: эпӗ юрра-кӗвве питӗ юрататтӑм та-ха. Хӗрсенчен вӑтаннӑ питӗ, ҫавӑ пӗтеретчӗ. Ара, ял ачи, чипер трико пӗр мӑшӑр пулнӑ-ши манӑн? Олег хавхалантаратччӗ, пӗрре концерт курма та кайнӑччӗ унпа. Поселок ҫамрӑкӗсем шӑрантараҫҫӗ юрра, инструмент калаҫҫӗ. Вӗсене курса хамӑн та питӗ купӑс калас килетчӗ: чун вӗресе тӑтӑр ҫынсен итленӗ чухне. Эх, вӗренеймерӗм ӗнтӗ, пулмарӗ манран. Ҫук, халь ӑҫта вӗренес, пулмарӗ манран музыкант.
Ун чухне, сакӑрвуннӑмӗш ҫулсенче, патшалӑх халӑха спортра хутшӑнма хавхалантарнӑ. НПСра сӗтел теннисӗ пурччӗ. Шашка-шахмӑтла вылянӑ тата. Тӗп инженер тек ӑна никам та выляса илеймест тесе мухтанатчӗ. Тӗрӗссипе каласан, выляса ярсан пӑсӑлатчӗ унӑн кӑмӑлӗ, вара пирӗн ӗҫӗ те хутшӑнать. Ара, выляса яраттӑмӑр, мӗн тӑвас тетӗн.
Ҫӗр шӑнтсан шкул спортзалне эрнере иккӗ волейбола ҫӳреме пуҫларӗҫ ӗҫрисем. Ку вӑййа хам вӗреннӗ чухне пит юрататтӑм. Каяс килет хамӑн та. «Мана сӗтӗрсе кайӑр-ха», - тесех килетчӗ. Пуҫларӑм ыйтма ҫамрӑксенчен. Миҫе ушкӑн? Хытӑ ҫапаҫҫӗ-и вылякансем? Мечӗкки ҫемҫе-и? «Мӗн ыйтатӑн, атя ытлари кун, хӑв куҫупа курӑн», - тет Виття. Теннисла выляса туслашнӑ пулнӑ эп унпа.
Ҫывӑраймас тунти кун, ыйӑх килмест. Пӗртен пӗр кедӑсене тасатса хутӑм. Кӑтартатӑп-ха хама ыран, тесе выртатӑп. Ӗҫре Виття мана йӗкӗлтесе калать: «Но, хатӗр-и хӗрсене тӗлӗнтерме?» Хӗрсене? Эпӗ кун пеккине кӗтмен ҫке-ха, арҫынсем ҫеҫ тесе шутланӑ эпӗ. Ҫавӑнтах пит хӗрелчӗ пулмалла манӑн, юрать юлташ сиссе юлаймарӗ. Килӗшнӗ япала пӑрӑнас ҫук ӗнтӗ панӑ сӑмахран.
Ҫитрӗмӗр спортзала, шкул ачисем тин выляса пӗтерчӗҫ, пирӗн валли спортзала пушатаҫҫӗ. Пушмака улӑштарса тӑхӑнтӑм, йӗри-тавра ытлашши пӑхмастӑп, Виття хыҫҫӑн хӳре пек ҫӳретӗп. Ӑшӑнмалла теҫҫӗ малтан. Пуҫларӑмӑр чупма, разминка тума. Ку вӑхӑтра шавлӑн хӗрсем те ҫитрӗҫ. Пӗри – хӑлхаллӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑскерри. Куна малтан таҫта сӑнанӑ пек. Ҫӳллӗ мар, чиперскер, питҫӑмарти путӑкӗсемлӗ хӑй. Куна, паллах, каярах сӑнанӑ эпӗ, ун чухне пӗрре пӑхса илтӗм те тӳррех тепӗр еннелле ҫаврӑнтӑм. Хам чупасса анкӑ-минкӗллӗ чупнӑ пек, калаҫасса хамӑн мар саспа калаҫнӑ пек. Урасем ҫемӗҫсе кайрӗҫ: ҫирӗп тӑраймастӑп. Лешӗ вара чарӑнмасӑр пакӑлтатать, кулать, пуринпе те хутшӑнать. «Анфис», - тесе чӗнеҫҫӗ ӑна теприсем, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн мечкӗ пеме унпа тӑрасшӑн ҫамрӑксем.
Анфиспа пӗр командӑра пулма лӗкрӗ. «Эп Валера», - терӗм. Ҫав самант хыҫҫӑн малаллине нимӗн те ас тумастӑп.
Чупатӑп йӗлтӗрпе килелле выляса пӗтерсен. Тӳпере ҫӑлтӑрсем, юр шап-шурӑ выртать. Манӑн чӗре ӑмӑртса тапать, куҫ умӗнче ҫамрӑк хӗр. Аса илсех кайрӑм, Анфисӑна концертра курнӑччӗ-ҫке!
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать. Волейбола сиктермесӗр ҫӳретӗп икӗ уйӑх патнелле. Анфисӑпа иккӗ калаҫрӑм. Пӗрре вӗҫсе кайнӑ мечӗке ывӑтса пама ыйтрӑм, тепре сак ҫинче такамӑн кипки выртать те: «Санӑн мар-и ку?» - тесе ыйтрӑм. Ҫакӑнпа пӗтрӗ паллашу. Ӗҫре ыйтса пӗлтӗм ун ҫинчен Олегран. «Суйлама пӗлен эс, ӑна ҫур поселок савать», - тет.
- Валерик, мӗн тутуна тӑснӑ эс, ӗҫре ӑнмасть-им? - тет пӗр кунхине кӳршӗри Кулюк аппи ӑна шыв ӑсса илсе килсе панӑ чухне.
- Ман чиперех-ха. Ак пӗр тус пур манӑн, питӗ пӗр хӗре килӗштерет, анчах мӗнле пырса калаҫмаллине пӗлмест.
- Эсӗ вара мӗн хуйхӑратӑн?
- Эпӗ-и? Эпӗ… Эпӗ канаш пама аптранипе шухӑша путрӑм-ха, - тетӗп.
- Но? Апла. Кала тусна, кӗҫех тӗнче пӗтет, паян мӗн тунипе туманни манӑҫа каять вара. Ҫавӑнпа та нимӗнрен те хӑрамалла мар.
Култӑмӑр кӳршӗпе. Эпӗ шухӑшласа ҫӳретӗп хампа хам. Армине кайсан мӗнле хӑранӑ кашни япаларан пӗрремӗш уйӑхсенче. Хӗрпе пырса калаҫма чикӗне хӳтӗленинчен те хӑрушӑрах-и?
Спортзалта уҫӑрах пулин те сывлӑш ҫитместь пек. Тем пекех, Анфис патне ҫывхарса пытӑм, иккеленсе каларӑм: «Ак, пӑх-ха, ҫапла ҫапса пӑх, алла тӳрӗрех ҫӗклесе». Ҫапса пӑхрӗ. «Мана персе памастӑн-и, сетка урлӑ каҫарса пӑхасшӑн», - терӗм те килӗшрӗ хӑй. «Эсӗ пекарньӑра ӗҫлетӗн мар-и? Эпӗ аттене Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе чи тутлӑ премӗк илсе парасшӑн. Ыран пӗр кило уйӑрса хураймӑн-ши ман валли? Эпӗ пырса илетӗп ӗҫ хыҫҫӑн», - терӗм. Леш каллех килӗшрӗ. Эх, хӑвӑртран хӑвӑрт вӗҫтертӗм вӑл каҫ килелле, йӗлтӗрсем нӑрт-нарт туса ҫеҫ пычӗҫ. Тепӗр кунне…»
«Тепӗр кунне, - пӳлсе каласа парать Маринӑна Анфис, - килет сирӗн атте ман патнелле пекарньӑна. Типшӗмскер, манӑн ӑна питӗ апат тутӑ пуличчен ҫитерес килетчӗ. Саламларӑм, тыттартӑм премӗке.
- Ҫӗнӗ ҫул телейлӗ пултӑр, - тетӗп.
- Санӑн та. Тӗл пулӑпӑр пуль-ха секцире, - хуравлать вӑл мана.
- Мӗн тӑван эс вӑтӑр пӗрремӗшӗнче? Эпир ҫамрӑксемпе Кольккасем патӗнче пуҫтарӑнатпӑр. Сирӗн бригадӑрисем пыраҫҫӗ, эс те кил, - хӑйса каларӑм хам.
- Ай-уй, ҫук. Эп ун пеккине пӗлместӗп, - тет.
- Санӑн юрӑсемпе касета нумай теҫҫӗ, илсе пыр. Эпир хӗрсемпе тутлӑ апат пӗҫерӗпӗр, - тесе хистерӗм. Килчӗ-и вӑл, мӗн тесе шутлатӑр?»