– Пирӗн папа вӑйлӑрах, – хыттӑн каларӗ Настя кӳршӗри Павлика, леш шартах сикрӗ.

– Ҫок, ман папа вӑйлӑрах. Вӑл ҫирӗм хут отжимани тума пултарать.

– Хе, пирӗн папа вара – вӑтӑр хут! Тата вӑл пӗр куҫҫуль кӑлармасӑр вунӑ сухан ҫисе ярайрать.

– Ман папа сирӗннипе ҫапӑҫнӑ чухне мӗнле тапа-а-ать! Лешӗ вара Шупашкара ҫити вӗҫсе каять.

– Ҫок та.

– Аха та.

– Ҫок-ҫок, ҫӗр пин ҫок! Пирӗн вара, пирӗн вара...

– Пирӗн вара куккуклӑ часы пур, – тесе хурать те Ксюша, йӗкӗреш аппӑшне тавлашура çӗнтерме пулӑшать.

Настьӑпа Ксюша ҫак ниҫта курман сехетпе мухтанма питӗ юрататчӗҫ. Вӗсен тусӗсемпе пӗлӗшӗсем кун пек тӗлӗнтермӗше курма тата «куккук» тенине шутлама пыратчӗҫ. Вӑхӑт каланӑ чухне кайӑк ку таранччен пӗрре те йӑнӑшман. Сехечӗ хӑй хӑмӑр ҫурт евӗрлӗ, ун айӗнче – йӗкел пек икӗ сехет тукмакки тата сӑнчӑр. Чи пӗлтерӗшли вара – ку пӳртре пӗчӗк сӑрӑ кайӑк пурӑнни. Куккук ҫав тери яка та йӑлтӑркка, ӑна ҫулласа пӑхас килетех.

– Мӗнле шутлан, ку чӑн-чӑн куккук-и? – ыйтрӗ пӗррехинче Ксюша аппӑшӗнчен.

– Ҫок ӗнте, ну паран та эс!

– Вара мӗншӗн юрлать-ха вӑл?

– Мӗншӗн тесен, мӗншӗн тесен…

Настя хирӗҫ чӗнеймерӗ. Унӑн, паллах, мӗншӗнне пи-и-итӗ пӗлес килчӗ, ашшӗ-амӑшӗ вара ӗҫре. Кӗтме май ҫук – тӳрех пӗлмелле. Мӗнле пурӑнать-ха ҫав кайӑк? Ҫиет-и вӑл? Чӗпӗсем пур-и унӑн? Тен, вӑл аҫа? Пуринчен ытларах ҫурчӗ шалтан мӗнлерех пулнине пӗлес килчӗ. Тен, вӑл пукане ҫурчӗ пек, хитре диванлӑ та тӑрӑх-тӑрӑхлӑ обойлӑ? Мӗншӗн-ха ҫак ыйтусем шӑпах атте-анне килте мар чухне пуҫа килеҫҫӗ?!

– Эп пӗлеп: атя пӳртне уҫатпӑр, – терӗ Настя чеен кулса.

Кашнинчех, Настя пуҫӗнче интереслӗ шухӑш ҫуралсан, вӑл шӗвӗр пӳрнине ҫӳлелле ҫӗклет. Ҫак алӑ вылявӗ Ксюшӑна хӑратать, мӗншӗн тесен ун хыҫҫӑн яланах мӗн те пулин пулса иртет.

– Пире вӑрҫаҫҫӗ вӗт.

– Никам та пӗлеймеҫ, эпир пӳртне каялла ҫакатпӑр.

– Атя хӑть кӗтер, малтан куккуклатӑр, унтан уҫатпӑр.

Йӗкӗрешсем кухньӑри сӗтеле коридора сӗтӗрсе тухрӗҫ. Настя ун ҫине хӑпарчӗ, анчах сехетне стена ҫинчен антараймарӗ. «Малтан пӑртак ҫӳлелле ҫӗкле эс», – пулӑшрӗ ӑна Ксюша. Кун пек тусан сехете антарса кравать ҫине хума май килчӗ.

Хӗрачасем шаккарӗҫ, анчах алӑка никам та уҫмарӗ. Вӗсем пӳрте унталла-кунталла ҫавӑрчӗҫ те хыҫалта питӗркӗч тупрӗҫ.

Йӗкӗрешсен чӗрисем пӑлханнипе хӑвӑртрах тапма пуҫларӗҫ.

Вӗсем сехете ҫӑмӑллӑнах уҫрӗҫ. Уҫрӗҫ те… Çӑварӗсене карсах пӑрахрӗҫ. Кайӑкӑн пӗр пӳрт пекки те çук. Вуҫех те. Нимӗн те ҫук. Ни кравать е диван ҫумӗнчи лампа, ни диванӗ, куккукамайпа куккукаҫин пӗчӗк фотографийӗсем те пулин ҫук. Кайӑкки чӗпписене апат та пӗҫерсе памасть. Ун вырӑнне вӑл хӗрачасем енне нимӗнпе те палӑрса тӑман хӳрипе ҫаврӑнса ларнӑ. Кайӑк пӳрчӗ сехетӗн тӗрлӗ деталӗпе тулса ларнӑ. Куккук сасси вара, тӑнласа итлесен, велосипед насосӗ евӗрлӗ «ф-ф-ф-у, ф-ф-ф-у» сасӑ кӑна кӑларать.

– Эп унта пӗчӗккисем йӑвара лараҫ пуль тесе шутланӑччӗ, – терӗ Ксюша.

– Эп ҫок вара. Эп куккук чӑн-чӑн маррине малтанах пӗлнӗ, – суйса каларӗ Настя.

Ксюша Настьӑна ыталаса илчӗ. Хӗрачасем сехете хупрӗҫ те каялла ҫакса ячӗҫ. Сӗтеле салхуллӑн кухньӑна сӗтӗрсе кайрӗҫ. Виҫҫӗ ҫитессе кӗтсе илчӗҫ, куккука тепӗр хут курчӗҫ.

– Куна нихҫан та курман пулсан лайӑхрахчӗ, – терӗ Настя.

– Атя кун ҫинчен никама та каламастпӑр.

– Атя.

Загрузка...