Шӑллӑм

Хам иккӗре пуль, анне хырӑмне тӑнлатӑп. Шӑллӑма кӗтетӗп. Ку вӑл – манӑн чи пӗрремӗш аса-илӳ.

«Пӗр-пӗрне юратӑр, сирӗн хӑвӑртан ҫывӑх ҫын ҫук тӗнчере, сирӗнте пӗр юн юхать», – тетчӗ пире анне, ытларах шӑллӑмпа ҫапӑҫса илнӗ хыҫҫӑн. Кун пекки вара час-часах пулкалатчӗ. Мӗнпуррине ҫурмалла пайлаттӑмӑр Гришӑпа: пылакки, тума хушнӑ ӗҫе, телевизора, зала, кушака та. «Атя, эпӗ юратнӑ сериалсене пӑхма пултарӑп, вара Мурзик санӑн пулать», – тесе йӑлӑнтӑм пӗрре. Анчах телевизор хуҫи млекопитающийсем пайланманнине лайӑх пӗлнӗ, «ҫук» терӗ вӑл.

Анне Гришӑна ҫуршар сехет тумлантаратчӗ ача садне кайма: «Ку ытла хулӑм, кофта чикет, курткӑпа пӑчӑ, йӗмми анралла». Гришша вара халь те питӗ тиркевлӗ. Эпӗ ӑна Германирен темиҫе мӑшӑр нуски илсе килнӗччӗ. Вӑл пӗрне-теприне тытса пӑхсан ҫапла каларӗ: «Эластан иментерет-ха, парнеле кусене кама-та пулин. Ак куна хама валли хӑварма пултаратӑп, тавах».

Тем те шухӑшласа кӑларма пултарнӑ пӗчӗк Гриша. Тетрисран магнит кӑларма шут тытнӑ вӑл пӗррехинче. Тӑвас ӗҫӗ ҫинчен никама та каламан вӑл. Эпӗ уҫӑлма тухса каясса кӗтсе илнӗ те шалтан питтӗрӗнсе ларнӑ, чӳрече каррисене карнӑ. Ванчӑкӗ пӳлӗм тӑрӑх саланса ан кайтӑр тесе тетриса алшӑллипе чӗркенӗ те мӑлатукпа ҫапнӑ. Кун ҫинчен нӑйласа лармӑттӑм та-ха, анчах та вӑл ман тетриса та ҫапса ватнӑ-ҫке...

Хам килтен тухса кайса общежитинче пурӑнма пуҫласан, вӑрҫӑнма тата ҫапӑҫма пӑрахрӑмӑр Гришӑпа. Пӗррехинче шӑллӑмӑн темиҫе чаплӑ ручка пуррине курнӑ эпӗ. «Килӗшет-и? Ме», – тесе пачӗ вӑл мана пӗрне. Ҫав вӑхӑтран эпир туслӑ.

Ҫитӗнтӗмӗр, Мускава куҫса кайрӑмӑр. Пушӑ вӑхӑта сахал мар пӗрле ирттернӗ эпир. Пӗрре ыйтсанах персе ҫитетчӗ Гришша. Укҫа ӗҫлесе илме пуҫласанах, мана пысӑк «стипенди» панӑччӗ вӑл. Эпӗ шӑпах тепӗр хут вӗренме кӗнӗччӗ ун чухне.

Пӗр-пӗринчен аякра пурӑннӑ чухне нумай калаҫмастпӑр шӑллӑмпа. «Ҫак кӗнекене илсе пар-ха», – тесе тӳррех ҫырма пултаратӑп ӑна «салам» е «сывӑ пул» темесӗрех. Хуравлас вырӑнне мана ыйтнӑ кӗнекене ярса парать вӑл. «Иккӗмӗш эрне ӳсӗретӗп, мӗн тумалла?» – тесе ҫыратӑп ӑна, вӑл мана мӗнле эмел ӗҫмеллине ярса парать. Питӗ меллӗ.

Шашкӑ

Пӗчӗкскер эпӗ шашкӑлла вылянӑ чухне анне мана: «Сик», – тенӗ. Эпӗ тӑнӑ та сикме пуҫланӑ тет. Анне: «Ун пек мар, шашкӑпа сик». Эпӗ шашкӑна алла илнӗ те сикнӗ тет.

Р

Аттепе Шинерпуҫне кайнӑ. Ҫул ҫинче «р» теме вӗреннӗ эпӗ. Киле ҫитсенех кукаҫине шӑнкӑравланӑ ку хыпара пӗлтерме.

‒ Сашенька, «трактор» те, «урра» те.

‒ Премьер-министр Маргарет Тэтчер.

Хачӑ

Ача чухне хачӑпа касма килӗшетчӗ. Шӑтӑк касаттӑм колготки е ҫуха ҫинче. Кара ҫинче. Астӑватӑп, залра ларатпӑр телевизор пӑхса. Ман алӑра, паллах, хачӑ. «Анне, пӑх», – савӑнӑҫлӑ сасӑпа каларӑм хам ҫинчи колготки ҫинче тем пысӑкӑш шӑтӑк касса кӑларнипе.

Татӑк-кӗсӗк

Пуканесем валли ҫӗлеме юрататтӑм. Оля аппа панӑ татӑк-кӗсӗк миххи пурччӗ манӑн. Пӗр кун ҫав татӑксене сутас шухӑш пырса кӗнӗ. Малтан хама килӗшекеннисене уйӑрса хутӑм, унтан пӳрт умне япӑхраххисене сутма тухса лартӑм. Пӗр татӑка хамран пӗр виҫ ҫул аслӑрах Маринӑна сутрӑмах.

Банан

Пире пӗрремӗш хут банан илсе панине астӑватӑп. Мухтанас тесе пуль, ҫав ҫимӗҫе ача садне илсе кайнӑччӗ. Воспитатель ыттисене кӗвӗҫтересшӗн пулмарӗ пулас, ҫавӑнпа та хыттӑн: «Эй-яй, Саша упӑте пекех банан ҫиет», – тенӗ.

Нумай вӑхӑт иртсен мана каллех упӑте пек банана ҫиетӗп, терӗҫ. Мӗншӗн тесен эпӗ ӑна туни енчен мар, тӑрри енчен уҫса ҫиетӗп. Ҫапла тӗрӗсрех мар-и вара?

Диагноз

Ача садӗнче больницӑлла вылянӑ. Эпӗ врач пек пулса «пациента» пӑхнӑ хыҫҫӑн тетрадь ҫине ҫапла ҫырса хунӑ: «Вова чирлӗ».

Резинка

Ача садне ҫӗнӗ хӗрача килнӗччӗ. Питӗ лайӑх астӑватӑп куна, мӗншӗн тесен вӑл магазинран илнӗ сиксе вылямалли резинка илсе килнӗччӗ. Пирӗн ун пекки пулман.

Бейсболка

Чӑнкисен пурин те бейсболка пулнӑ. Ҫак пуҫ тумӗн умӗнче паралон пулнипе тарлаттӑн, хыҫалта вара сеткӑран пулнипе шӑнаттӑн. Арҫынсем ҫакна тӑхӑнсан кукшаланнине илтнӗ Оля аппа, ҫавӑнпа та нумай вӑхӑт шӑллӑмсене бейсболка илсе паман. Мана та ӗнте, мӗншӗн тесен пирӗн хушшинче е пурин те ҫав япалах пулнӑ, е никамӑн та пулман.

Ҫапах та хам валли бейсболка туяннӑ куна кӗтсе илтӗм. Киле ҫитсен ҫӗнӗ япалана пурне те кӑтартма чуптартӑм. «Чӑнкӑ, тытса пӑхма юрать-и? – тесе ыйтрӗ пӗр тантӑш. «Санӑнни лайӑх-ха. Пӗлетӗн-и хӑш-пӗрисен кӑсӑрукӗ ак ҫапла... ҫурринчен авӑннӑ тесшӗнччӗ», – кӑтартнӑ чухне ӑнсӑртран ҫӗнӗ бейсболкӑн пластик сӑмсине ҫурмалла хуҫса хучӗ вӑл. Сӗре куллянтӑм, ҫавӑнпа халӗ те астӑватӑп.

Тутлӑ

– Оля аппи, эпӗ куна ҫисе яраймастӑп.

– Ан ҫи, Сашенька, сысна ҫисе ярать.

– Оля аппи, купӑсти пӑсӑлнӑ.

– Ан ҫи ӑна, сысна ҫисе ярать.

– Оля аппи, ку апат мана килӗшмест.

– Сысна ҫисе ярать.

– Оля аппи, сысна тутлӑ маррине питӗ юратать пулас.

Пахча

Пӗчӗккӗ чухне пурте сан пекех пурӑнаҫҫӗ пек туйӑнать. Бразили сериалӗнче ҫеҫ урӑхла пек. Ҫапла Оля аппи хуларан килсен, манӑн ун валли пин-пин ыйту хатӗр пулнӑ:

– Оля аппи, санӑн хулара пахча пур-и?

– Ҫук.

– Сысна пур-и?

– Ҫук.

– Чӑхсем пур-и?

– Ҫук.

– Мӗнле пурӑнатӑн вара эсӗ унта?

Хулана пӗрремӗш хут кайнине астӑватӑп. Автобусран тухрӑмӑр кӑна, пирӗн ҫине халӑх кӗпӗрленсе пырать! Ик еннеле куҫа чарса пӑхатӑп, пурне те сывлӑх сунатӑп, анчах мана нихӑшӗ те хурвламасть. «Анне, мӗнле вара, пӗрре те воспитани ҫук ку ҫынсен!» – терӗм эпӗ, хула ҫыннисене пула кӑмӑлсӑрланса. Ара, пирӗн поселокра палламан ҫынсене те сывлӑх сунмалла тесе вӗрентеҫҫӗ ачасене.

Оля аппан пӗр пӳлӗмлӗ хваттерне ҫитрӗмӗр. Каҫхине вара унӑн тусӗ патне хӑнана кайрӑмӑр. Лешӗн хваттерӗ икӗ пӳлӗмлӗ иккен. Эпӗ тӗлӗнсех кайрӑм: хулара пурте пӗчӗк ҫеҫ хваттерсенче пурӑнаҫҫӗ тесе тин ӑнланнӑччӗ хам.

Газ плити

Пӗрре анне пире шӑллӑмпа вӑхӑтлӑха килте хӑварнӑ. Кухньӑра ҫав вӑхӑтра газ плити ҫинче сысна апачӗ пиҫнӗ. Вӗресе тӑнӑ апат хӗрринчен юхса тухнӑ, уна пула ҫулӑм ялкӑшма пуҫланӑ. Эпир, пӗчӗккӗскерсем, хӑраса ӳкнӗ, ҫулӑма шывпа «сӳнтерме» тытӑннӑ. Пулӑшман ку, вара эпир чӳречерен: «Анне, анне», – тесе кӑшкӑрма тытӑннӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра анне таврӑннине курнӑ. Вӑл газа сӳнтернӗ те пире унпа мӗнле усӑ курмалли ҫинчен каласа панӑ.

Газ плитипе тата нумай вӑхӑт усӑ курма пӗлмерӗм. Шӑрпӑка лаптак хыпкӑчпа хӗстерсе ҫутаттӑм. Университет общежитинче ҫапла газ ҫутма вӑтанаттӑм, ҫавӑнпа та юлашкинчен шӑрпӑкпа усӑ курма вӗренмеллех пулчӗ.

Ж...П

Пӗр хӗлхи каҫ Гришӑпа тата аннепе «Эпӗ ҫакна куратӑп» вӑййа вырӑсла вылярӑмӑр. Йӗртсе пыракан сӑмахӑн пӗрремӗш тата юлашки саспаллине калать те ыттисем тупсӑмне тупаҫҫӗ.

Пӗтемпех лайӑхччӗ. Малтан анне тупӑм хушрӗ, унтан эпӗ. Унтан шӑллӑм: «Ж...П», – тесе хушрӗ. Ак тамаша! Шутларӑмӑр, шутларӑмӑр, тупсӑмне тупаймарӑмӑр.

– Парӑнатӑр-и? – ыйтать пирӗнтен ача. – Живойгрип[1].

Чӑмлак

Тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулсенче пирӗн поселокра киоск уҫӑлнӑ. Мӗн пур укҫана илсе ҫавӑнта пӗр ывӑҫ чӑмлак туяннӑччӗ те пӗр харӑс чӑмласа янӑччӗ. Аран-аран ҫӑварта вырнаҫнӑ вӑл.


Печкин

Ман пата юлташсем пынӑччӗ. Килте пирӗнсӗр пуҫне никам та пулман. Эпир террористсем ҫинчен калаҫма пуҫланӑ та хамӑра хамӑр хӑратса пӑрахнӑ, ҫавӑнпа та алӑка хупнӑ (урӑх чух ӑна уҫӑ тытнӑ), чӳречесене карса сӗтел айне пытаннӑ. Сасартӑк алӑкран шакканӑ. Эпир ҫухӑрса янӑ.

‒ Кам унта? – кӑшкӑрса янӑ эпӗ макӑрса.

‒ Почтальон Печкин.

‒ Кай кунтан! Кай!

Хӑраса ӳксе хыттӑн макӑрса янӑ эпир. «Печкин» ҫакна ӑнланнӑ пулас та:

‒ Оля аппи ку, уҫӑр, – тенӗ.


Шӑл

Эпӗ пӗчӗк чухне аттен металлтан тунӑ шӑл чылайччӗ, вӑл шутра малти шӑл та. Пӗтӗм Совет Союзӗ ӑна шӑлне пула пӗлет теме юрататчӗ атте. Ку сӑлтава пула йывӑҫ кашӑкпа кӑна ҫиетчӗ вӑл апата. Эпӗ вара ӳссен хама керамика шӑлне лартмалӑх укҫа ӗҫлесе илесси ҫинчен ӗмӗтленеттӗм.

Пневмони

1997-мӗш ҫулхи ҫулла эпӗ пневмонипе чирлесе ӳкрӗм те, мана ача-пӑча больницине вырттарчӗҫ. Ҫав тараканлӑ кивӗ ҫуртра пур ачасемпе те туслашрӑм. Питӗ савӑнӑҫлӑччӗ, киле каяс та килмен.

Икӗ эрне те пилӗк кун выртсан тунти кун тухмалла пулнӑ. Ун умӗн шӑмат кун больницӑран ҫул урлӑ ресторанта туй тунӑ. Ҫав тери интереслӗ чӳречене уҫса пӑхса ларма! Ҫапла тусан каллех ӳсӗрме пуҫларӑм. Тунти кун анне мана илме килнӗ, эпӗ ӳсӗретӗп вара. Вӑл врача мана киле илсе каясси ҫинчен пӗлтерчӗ, мӗншӗн тесен больницӑра эпӗ ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен чирлӗп. Хам вара форточкӑри сивӗ сывлӑш ҫинчен шарламарӑм.

Диктант

«Йӑнӑшас мар тесен, тӗрӗслемелли сӑмах тупӑр», ӑнлантарчӗ пире Рена Ананьевна пурнӑҫри пӗрремӗш диктант умӗн. Йӑнӑшас мар тесе кашни сӑмаха икшер хут тӗрӗслерӗм. «Вот наступило лето», тесе вуларӗ учитель. Шухӑша путрӑм. «Лето – нет лета. Наступило – куна тепле тӗрӗслемелле. Вот… Нет чего? – Воды». Ҫапла шутласа «вот» ҫырнине «вод» тесе тӳрлетрӗм.

Шкап

Шкап ҫывӑрнӑ чухне ман ҫине ӳкессӗн туйӑнатчӗ. Ҫапла пулчӗ пулсан, пуҫ шкап айне ан пултӑр тесе ҫапла майлӑ выртаттӑм. Шкапӗ нихӑҫан та ӳкмен пулсан та, пӗррехинче люстра ӳкнӗ вара. Пӗр кун маларах атте шӑп люстра айӗнче урайӗнче ҫывӑрнӑччӗ, юрать ҫав каҫ кравать ҫине выртнӑ пулнӑ.

Шкап чӑтнӑ

Пӗчӗкскер эпӗ атте-аннене кӳренсе макӑрма тытӑнтӑм. Унтан эпӗ, ҫамрӑк актриса, ҫывӑрмалли пӳлӗме кайрӑм та шкапа кӗрсе лартӑм. «Шырӑр мана, тупаймасӑр кулянӑр, акӑ сире!» Шӑппӑн макӑркаларӑм, унтан вуҫех те чарӑнтӑм. Кичем пулса кайрӗ. Шкапран тухса зала кайрӑм: пӗтӗм ҫемье телевизор умӗнче ларать. Анне: «Сашенька, эсӗ Клара патӗнче пултӑн-и?» – тесе ҫеҫ каларӗ мана.

Кантӑк ванчӑкӗ

Пирӗн пата Кӑнара Чулхуларан инкесем килнӗ. Эпӗ вӗсемпе пӗрле хӑнана кайма пултарни ҫинчен калаҫрӗҫ. Ҫав тери хӗпӗртенипе ҫаврӑнма, сикме тытӑнтӑм. Сасартӑк пысӑк черккене сулса ватрӑм, ванчӑкӗ ҫине урапа пусрӑм, юн юхма пуҫларӗ. Анне мана Чулхулана ямарӗ.

Инкесем патне эпӗ ҫитӗнсен хамах кайса куртӑм. Укҫа нумай марччӗ. Виҫӗ кун хушшинче мӗн пуррине йӑлт тӑкакларӑм. Юрать, каялла Мускава ҫитме билет малтанах туяннӑччӗ.

Ҫитрӗм вокзала, тупрӑм хамӑн иртсе каякан пуйӑса. Телефонра броня номерне кӑтартрӑм. Ку юрӑхлӑ мар, броня номерне мар, билет номерне кӑтартмалла терӗҫ мана. Вӗсен списокӗнче эпӗ пулман. Тӳлев ҫинчен электронлӑ квитанцие кӑтартрӑм, кӗртме ыйтатӑп, кӗртмеҫҫӗ. Аслӑ кассир патне чупатӑп. Унта черет. Ирттерсе яма ыйтатӑп. «Пирӗн кунта пурин те поезд халех тухса каять», терӗҫ мана. Халӗ пӗтӗмпех ҫӑмӑл, телефонпа билет хӑвӑрт илме пулать, ун чухне ку система йӗркеленсе кӑна пынӑ.

Кайрӗ манӑн поезд. Эпӗ урайне лартӑм та йӗрсе ятӑм. Ман пата пӗр хӗрарӑм пычӗ, мӗн пулнине пӗлсен ҫурӑмран лӑпкарӗ те малалла утрӗ. Шӑллӑмпа ҫыхӑнма тавҫӑртӑм. Вӑл мана укҫа куҫарса пачӗ. Тепӗр пуйӑс ҫине билет туянтӑм та Мускава ҫитрӗмех.

Кӑшкар ути

Пуканелле выляса тӑрантӑмӑр, сивӗ шывпа кӑлпассирен яшка «пӗҫертӗмӗр». Тата мӗн тума пулать ҫуллахи каникулта? Аннен ӗҫтешӗ патне пахчана кӑшкар ути ҫиме кайма сӗнтӗм. Мӗн вара? Эпӗ нумаях пулмасть хӑлха хӗррипе илтрӗм: вӑл манӑн аннене унӑн кӑшкар утине татма ирӗк панӑ пулас. Эпӗ, Клара тата пирӗн тантӑш ҫын пахчине кӗтӗмӗр. Пире Клара амӑшӗ курчӗ те кӑшкӑрса ячӗ: «Ӑҫта кӗрсе кайнӑ эсир? Халех килӗр кунта! Хӑлха пӑрмалла сире!» Эпир хӑраса пахча алӑкӗ еннелле чупрӑмӑр. Манӑн тантӑшсем вӑрҫнине итлеме кайрӗҫ, эпӗ вара... малтан хуллентерех утма пуҫларӑм, унтан тепӗр еннелле пӑрӑнтӑм та, кӑшкӑрни шӑплансан тин хӳтлӗхрен тухса килелле утрӑм. Уншӑн мана халӗ те намӑс.

Джинс

Питӗ джинс йӑмми кирлӗ пулнӑ мана. Ҫав вӑхӑтра пиковая дамӑна, вӑрҫакан гнома тата ытти им-юма чӗнсе илетчӗҫ. Ҫакна тума куҫкӗски ҫине шӑл пастипе пусма ӳкермелле е тата мӗн тумалла пулнӑ. Эпӗ, паллах, кунпек япаларан хӑранӑ пулнӑ. Астӑватӑп, ҫывӑрма каяс умӗн шӑллӑмпа пиччене ҫапла каласа хӑвартӑм: «Эсир гнома чӗнсе илтӗр пулсан, мана валли чӑнкӑ джинсы ыйтӑр унта». Шел, анчах ирхине ман валли джинс йӑмми пулман.

Экскурси

Пасара кайсан ҫапла тӑваттӑмӑр. Малтан мӗнпур рете утса тухнӑ, унтан япалине чи йӳнӗ ҫӗртре туяннӑ. Хӑш-пӗр чухне хӗлле сивӗре каяттӑмӑр пасара. Ӑшӑнмалаллӑ ӑҫта та пулин кӗреттӗмӗр. Пӗррехинче шашлычныйне кӗтӗмӗр. Анне ҫапла каларӗ: «Ак, ачасем, пӑхӑр. Ку – люля-кебаб. Куртӑр-и? Малалла кайрӑмӑр». Унтан тухса утрӑмӑр малалла.

Хӑлха ҫакки

Пӗчӗк чухне ҫемьепе тӑвансем патне хулана кайнӑ. Урамра иртсе пыракан хӗрарӑм ман ҫине пӑхса ҫапла каланӑ: «Юрать, сан ҫинче хӑлха ҫакки пур. Вӑл пулмасан, эсӗ арҫын ача пуль тесе шутлӑттӑм».

Ку халап Китайра метро туалетӗнче малалла тӑсӑлать. Уборщица мана курсан: «Эй, эп сана арҫын пуль тесе шутларӑм», – тенӗ тӗлӗнсе. Эпӗ кӗске каснӑ ҫӳҫпеччӗ-ха, маскӑпа. Анчах хӑлха ҫакки тӑхӑннӑ пулнӑ вӗт!

[1] Кӗленче банкинче ӳстерекен ӳсен-тӑран.

Загрузка...