I. Хĕрлĕ ялавпа ылтăн хĕрес

Трашук

Виççĕмĕш çул пыракан вăрçă вăйпитти арçынсене хирнĕçем хирет. Вунсаккăртан иртнĕ, хĕрĕхе çитеймен арçын ялта юлмарĕ. Нумайăшĕ киле нихçан та таврăнаймĕç: пĕрисен ячĕсене килйышсем поминальника «за упокой» çырса хунă, теприсене ниçта çырма аптраççĕ — те сывлăх, те канăçлăх сунмалла «песвĕç» çухалнисене.

Çамрăк хĕрарăмсем йĕреççĕ, ватăлса пыракан хĕрсем хуйхăраççĕ. Емĕр тăлăх пурăнма пӳрнĕ вĕсене. Хĕр улахĕсем те тăлăха юлнă. Каччă сасси янрамасть унта. Хĕр сасси те шăплансах ларнă. Тăп-шăп мăн улахра. Йĕке сĕрлени те уççăнах илтĕнет.

Çитĕннĕ хĕрсен пурнăçĕ кичем. Çитĕнмен каччăсен пурнăçĕ вара питех те савăк. Хăть хăш улахра та вĕсем — кĕтнĕ хăна. Тантăшсем кăна мар, аслисем те (аккасем) вĕсене хăйсен каччисем вырăнне хурса кăмăллăн йышăнаççĕ. Вунулттăри йĕкĕтсем сăмса каçăртса çӳрекен пулчĕç.

Çăпата Михалин пĕртен-пĕр ывăлĕ Трашук та вунçичче пуснă. Кăлкан çӳçлĕ, кăвак куçлă йĕкĕт. Пĕвĕ çулĕнчен те маларах çитĕннĕ. Кĕлетки патвар, кăмăлĕ ырă. Маттур каччă, сарă каччă. Хăюлăхĕ çеç сахалтарах унăн — те çĕрпӳртре пурăннăран, те ытла йăваш каç çуралнăран… Ана çитĕннĕ хĕрсем тахçанах асăрханă, çултан тухнисем те кăмăллаççĕ. Анчах çав маттур йĕкĕте çулла çеç ялта курма пулать. Шăп улахсем пуçланас умĕн ялтан тухса каять вăл, Куçминккара вĕренме пуçлать. Улах каччи пулса курман-ха Трашук.

Трашукпа пĕрле Куçминккара вĕренекен Чее Миття, Хаяр Макар ывăлĕ, майра хĕрсен улахне çӳрет. Трашук çӳремест. Ытла йăваш пулнăран та мар, каччă пуçпа кашни каç килте ларма урăх сăлтав пур унăн. Юратать вăл, пĕр хĕре ĕмĕрлĕхе юратса пăрахнă. Хăех пĕлет: шанчăксăр, тулăксăр япала вăл — ун юратăвĕ, Мăрзабай хăйĕн хĕрне нихçан та чухана качча парас çук. Трашукĕ те ун пирки ĕмĕтленмест. Наçтук ятне ăшра çеç асăнса çунать йĕкĕт.

Юмахри пек е кĕнекери пек пулинччĕ! Кĕнекере мĕскĕн чухăн каччă та тепĕр чух телей курать. Трашукăн кĕнеке вуласа «телей курасси» çеç ĕнтĕ.

Кĕнеке пархатарне мĕн ачаранах туйса илнĕ Трашук. Вăл Чее Миття пек пуян ачи пулсан, хулана кайса çитмĕл çичĕ кĕнеке туянĕччĕ. Ма-ха çитмĕл çиччĕ çеç? Чăвашсен сăмахĕ çапла. Шутсăр нумай тенине пĕлтерет ĕнтĕ ку. Чăнах та, мĕскĕн чăваш çитмĕл çиччĕрен ирттерсе мĕн шутлатăр? Укçа-и? Выльăх-чĕрлĕх-и? Çĕрме пуян Хаяр Макарăн та сурăх йышĕ-шучĕ хĕрĕхрен ытла мар.

Çук, çитмĕл çиччĕ мар, çĕр кĕнеке, пин кĕнеке туянĕччĕ Трашук.

Пин кĕнеке! Çав кĕнекене пулах пуçланса каймарĕ-и çамрăк йĕкĕтĕн чĕре çунтармăш инкекĕ? Вăрсă пуçланнă çул Трашук ялти шкултан нохвальнăй лист илсе вĕренсе тухрĕ. Ятрус учитель хистенипе Çăпата Михали ывăлне Куçминккари ултă çул вĕренмелли «двухкласнăй» шкула яма килĕшрĕ. Ачи те малалла вĕренесшĕн çунать. Çăвĕпе кĕнеке вуласа вырăсла лайăхрах вĕренесчĕ тет.

Анчах çăвĕпе вулама кĕнеке çук. Учитель кĕнекисене веçех вуласа тухнă. Мăрзабай килĕнчисене вуласа пăхасчĕ, урăх ниçта та тупаймăн. Çавсем патне кайса кĕнеке ыйтма йăлăнчĕ Трашук ашшĕне.

Михаляпа Мăрзабай Павăлĕ ача чух туслă пулса та курнă. Халĕ те Мăрзабай ютшăнмасть пек, анчах Çăпата Михали пуян куçне кĕресшĕн мар, ун патне пĕр-пĕр япала е тырă кивçен ыйтма кайса курман. Паян каймаллах пулчĕ. Ывăлне вĕрентесшĕн вăл тем тума та хатĕр. Ачине те хăйпе пĕрле ертсе кайрĕ.

Чаплă хуçа, кайри пӳрте тухса, «авалхи тусĕпе» чылай вăхăт калаçса ларчĕ. Трашука похвальнăй лист илме тивĕç пулнăшăн, вулама юратнăшăн мухтарĕ. «Вĕрент ачуна, Михаля, пĕр-пĕр тиечук и учитель нулĕ. Вĕреннĕ çынсем чăвашран сахал-ха», — терĕ тата. Çавăнтах Наçтукне кăшкăрчĕ. Шалти пӳртрен хĕрача килсе тухрĕ. Трашук, пуçне çĕклесе, уи еннелле пăхма именчĕ. Пĕлет — хуратутлă, шĕвĕр сăмсаллă, çинçешке хĕрача. Трашукпа пĕр çулхн. Шкулта пĕрле вĕренме пуçланăччĕ. Кайран ашшĕпе Куçминккара пурăннă вăл, юлашкн вăхăтра хулара, гимназире вĕреннĕ. Ана курманни икĕ çул нулать ĕнтĕ…

— Пĕр-пĕр кĕнеке тупса пар Трашука. Сунтăх уççисем çӳлĕк çинче выртаççĕ, — терĕ ватти.

Наçтук, сылтăм урине çĕклесе, пукан çине ярса пусрĕ. Çав вăхăтра Трашук хĕрача еннелле пăхса илчĕ, тĕлĕнсе кайрĕ. Наçтук уринче вăрăм кунчаллă сарă сăран пушмак. Сарă кантрапа кантраланă. Кантри кăна мĕн тĕрлĕ. Çăпата кантри мар!..

Ун чух вĕсем иккĕшĕ те вунвиççĕре пулнă. Пушмакĕ çеç мар асра юлчĕ: шăнкăртатакан шăнкăрч кулли, чĕвĕлтетекен чĕкеç сасси. Икĕ çул хушшинче хĕрача йăлтах улшăннă. Капăр тумне пăхсан вара, ку хĕрача ялта пурăнакан Наçтук мар, кĕнекери е хулари хитре пике тейĕн.

Кĕнеке суйланă чух вĕсем шалти пӳлĕмре иккĕшех пулчĕç. Наçтукĕ пĕр именмесĕрех куçран чăр пăхса илет. Калаçнă чух та Трашук пек вăтанса тытăнса тăмасть.

— «Родная речь» е «Живое слово» кирлĕ сана? Вуласа йăлăхтарнă? Ме, апла пулсан, хăвах суйласа ил, — çапла каларĕ те хĕрача сунтăх патĕнчен пăрăнчĕ. Трашук чĕнме сăмах тупаймарĕ, шăппăн мăшлатса, кĕнеке шыра пуçларĕ. Икĕ кĕнеке суйласа илчĕ вăл. Пĕри чылай хулăн, тепри çӳхерех. Кĕнекисене курсан, Наçтук куллине шăн-кăрав пек шăнкăртаттарчĕ, тăрăхларах çапла каларĕ:

— Тупрăн та! Кăсене ваттисем вулаççĕ. Юрĕ, эппин, Трашук мучи. Вула. Тен, ман атте пекех ăслă пулса кайăн. Асту, Тимуш пичче пек ухмаха ан ер!

Кĕнекисем пĕри «Столыпин» ятлă, тепри «Демидовы» ятлă пулчĕç.

Çавăнтанпа Трашук çак хăюллă хĕрачапа урăх калаçса курман. Урамра тĕл пулсан, Наçтукĕ, кӳпшем тутине пĕркелесе: «Ухмаха ермерĕн-и, Трашук мучи?» — тесе чĕнет те ихĕлтетсе илет. Трашук, хирĕç сăмах чĕнмесĕр, пуçне чиксе иртсе каять.

Анчах Наçтук Трашука пĕччен чух çеç çапла саламлать. Çын çинче курмасть, «палламасть» вăл ăна. Трашук уншăн кӳренмест, кӳренме мар, ăшра тав тăвать. Наçтук сăмахне ытти ачасем илтнĕ пулсан, вăл ĕмĕрлĕхе ял çинче «Трашук мучи» ят туяинă пулĕччĕ.

Чулçырмара çынна тепĕр чух ачаллах хушаматлă ят параççĕ. Улаха çӳрекен хĕрсем-каччăсем хушшинче вара икĕ ятлисем пайтах: Шăнкăрчă-Анук, Мункун Миккулĕ, Чĕкеç-Сантрук, Качака-Матви, Каçăр Натали, Чее Миття… Ятне пуп панă, мăшкăллă хушаматне — ял. Час-часах ял çинче çуралнă суя ят чиркӳ кĕнеки çине чăн хушамат пулса çырăнать. Çапла Хаяр таврашĕсем кĕнекере Хаяров хушаматпа çырăннă, Мăрзабайсем — Мурзабаев, Таймансем — Тайманкин хушаматпа. Вырăс пуп пуян чăваш-сене çеç хисеп тăвать: пуян Хаяра Хаяр-ов тесе вĕçлет, чухăн Таймана вара Тайманов тесе мар, Тайманкин тесе çырать (мăшкăллăрах пултăр тесе — «Тайманкка» ятран). Трашук ашшĕн «хушамачĕпе» çех çӳрет-ха: «Çăпата Михали ывăлĕ». Хаяр Макар ывăлĕ вара хăйне евĕр ят туяннă: Чее Миття.

Трашук малтан Куçминккара çав Чее Миттяпа пĕр хваттерте пурăнчĕ: хăй ирĕкĕпе мар, Хаяр таврашĕ ăна хăйпе пĕрле пурăнма чĕннĕрен те мар — Мăрзабайăн «ырă» кăмăлне кура. Старшинара çӳрекен Мăрзабай Павăлĕ ял çинче пуриншĕн те ырă çын иек курăнасшăн. Çавăнпа вăл чухăн ачине, пуян ачипе пĕрле тăрантас çине лартса, Куçминккана хăйпе пĕрле илсе кайнă, иккĕшне те пĕр хваттере, шкулпа юнашар пурăнакан иĕлĕшĕ патне вырнаçтарнă.

— Тату пулăр яланах, — тенĕ Мăрзабай ачасене, — вĕренĕр, пĕрне-пĕри пулăшăр. Эс, Миття, чухăнран ан пăрăн, чухăнлăх сиен мар вăл. Эс те, Трашук, çавăн пирки ан ман, уруна çăпата сырнăшăн ан вăтан. Хваттершĕн тӳлеме кирлĕ мар. Хуçапа хамах майлаштарăп.

Анчах Трашук пуян ачипе пĕрле нумаях пурăнаймарĕ. Чее çыннăн усалĕ те час палăрать. Малтан чиперех пурăнчĕç вĕсем. Айван Трашук лешĕн чеелĕхне сисмерĕ, унпа ытлашши шанса калаçрĕ, хăй Мăрзабай патне кĕнеке илме кайни çинчен те каласа пачĕ. Çавăн чух Наçтукăн сарă пушмакĕ пирки те асăнчĕ пулас. Çавăншăн кĕçех ӳкĕнмелле пулчĕ унăн. Пуян ывăлĕ Трашука нимех те тумарĕ пек, анчах сăмах майăн Мăрзабай хĕрĕсене иккĕшне те тем тĕрлĕ хурласа, мăшкăлласа пĕтерчĕ. Ирсĕр сăмах калама та вăтанса тăмарĕ…

Хĕллехи каникула каяс умĕн Трашук хăйне валли урăх хваттер тупас терĕ. Пĕлет-ха вăл: хваттершĕн тӳлеме ашшĕн укçа та, тырă та çук. Çавăнпа хваттер шырама юриех катари чухăн вĕçе кайрĕ, килĕрен çӳресе йăлăнчĕ:

— Хĕллехи вăхăта хваттере ямăр-ши мана? Тӳлеме укçа çук та… ĕçлесе татăлăп. Вутă касма, выльăх пăхма, курăм турттарма, юр тасатма, кăмака хутма, ача пăхма пултарап…

— Хĕлле хамăр та ĕçсĕр аптратпăр, — терĕç ăна арçынлă килте.

— Тепле. Ют çынна хваттер яма хăнăхман эпир. Шыраса пăх, тен, кам та пулин йышăнĕ, — терĕç теприсем.

Ĕмĕчĕ татăлнăччĕ Трашукăн. Хуть куллен Чулçырмаран Куçмииккана çуран танкка, хуть вĕренме пăрах. Мĕн пулсан та, ĕлĕкхи хваттере таврăнмасть вăл, чее те усал ачапа пĕрле пурнаймасть.

Каникул пуçлансан та тăван яла васкамарĕ Трашук, каллех çине тăрса хваттер шырарĕ. Юлашкинчен анкарти хушлăхĕнче пĕр уйрăм ларакан вăрăм тăм пӳрте асăрхарĕ. Кунта та малтан йышăнмарĕç ăна. Чăлах алăллă вырăс Трашук хăйĕн сăмахĕсене кĕлĕ вуланă евĕр йăлăнса каланă хыççăн труках хирĕç чĕнмерĕ. Ним илтмен çын пек пуçне чиксе ларчĕ-ларчĕ те, тин ассăн сывласа:

— Çук, ача. Ют çынпа айкашма май килмест пирĕн, — терĕ.

Çав вăхăтра шалти пӳртрен упăшки пекех салху сăнлă майра тухрĕ. Ку ача мĕн пирки килнине пĕлсен, майра сасартăк хӳхлесе ячĕ:

— Турă сана пирĕн пата çул кăтартрĕ пуль, ачам. Ан хăвала ăна, Степанушка, пурăнтăр. Вăл пирĕншĕн вăхăтсăр çĕре кĕнĕ Миттяй вырăнне пулĕ. Миçере эс, ачам, мĕн ятлă? Пирĕн мĕскĕн ывăлăн тантăшĕ пулас…

Çапла Трашук хăйне валли тинех ăнăçлă хваттер тупрĕ.

Чее Миттяран уйрăлни пур енчен те лайăх пулчĕ. Хуçисем Трашук ашшĕ-амăшĕ пекех чухăн пурăнакан çынсем, вăтанса-туса тăмалли çук. Ерçнĕ вăхăтра Трашук вĕсене ĕçре пулăшкалать: вăрмана вутă касма кайса килет, выльăх валли анкартинчен утă-улăм турттарать, кирлĕ пулсан, кăмакине те хăех хутса ярать. Хуçисем, сасар-тăк ачасăр юлнăскерсем, тăван ывăл вырăннех юратса пăрахрĕç кăмăллă та ĕçчен ачана.

Каçсерен Трашук кĕнеке тытса ларать. Хăшпĕр чух вăл хуçисене, вĕсем иккĕш те килте пулнă вăхăтра, юмах кĕнеки вуласа парать. Сăвăласа çырнă кĕнекесене те шеп вулать Трашук. Кашни сăмаха пĕр такăнмасăр вырăс пекех уççăн янраттарать.

Анчах Трашукăн хуçасенчен вăрттăн ĕç те пур. Вăл çывăрма выртас умĕн яланах çыру çырать — Наçтук патне. Пĕр каç çырать, тепĕр каç вулать. Вулать те… çурса тăкать. Хĕлĕпех çапла: çырать те çурать, çырать те çурать…

Мĕн кăна çырмарĕ-ши Трашук Наçтук патне çак икĕ çул хушшинче! Çырăвĕсем, çурман пулсан, пĕр кĕнеке пулĕччĕç. Чăвашла та, вырăсла та çырнă. Чи пирвайхи çырăвне халĕ те астăвать. Вăл çапла пуçланатчĕ: «Беру перо в руки, пишу письмо от скуки. Перо мое по бумаге заскрипело, сердце во мпе заболело». Сăмахĕсене хăй пуçĕнчен шухăшласа кăларман. Вырăс ачисем хушшинче унăн юлташ пур — Вася Черников. Çавăн аккăшĕ патне хуларан пĕр каччă çыру çырса тăрать. Вася пĕррехинче аккăшĕн çырăвне тупнă та Трашука вуласа панă. Çав çыру пуçламăшне астуса юлнă пирĕн каччă.

Юлашки вăхăтра ытларах чăвашла çырать Трашук. Çырма çавах та хăй юлташĕн аккăшĕ патне такамран килекен çырусем тăрăх вĕренет. Пĕр çырăвне пĕтĕмĕшпех сăвăласа çырнă хулари çыруçă. Çырăвĕ пит хитре пек туйăнчĕ Трашукшăн. Сăмахĕсем епле! «Писать красиво не умею, листок украсить не могу. В любви открыться я не смею, но познакомиться хочу». Наçтук патне чăвашла çакăн пек çырсан мĕн пулĕ-ши?

Икĕ каç тертленчĕ каччă. Чăвашла та хитре тухать иккен. Чĕре çуннă чух тем те çырма пултаратăн. Акă мĕнле пулса тухрĕ çыру пуçламăшĕнче:

Хитре çырма пултараймарăм,

Хуратрăм шурă хутăма.

Савни тесе чĕнме хăймарăм,

Анчах манман-çке эп сана…

Яланхи пекех, Трашук тепĕр каç хăйĕн çырăвне темиçе хут вуласа тухрĕ те… çурса тăкмарĕ. Те çырăвĕ чăнахах хитре тухнăран, те ӳсе киле каччăн хăюлăхĕ хутшăннăран — паян Трашук урăх шухăш тытрĕ: мĕн пулсан та, ку çырăва Наçтук патне ярса памаллах. Хальччен чĕлхе çавăрса калайманнине, ан тив, хут каласа патăр.

Кĕтери

Ирхине ăнăçсăр каччă çав шухăшпах вăранчĕ.

Анчах ку тарăхтармăш çырăва мĕнле майпа ярса парас-ха? Наçтук пĕлтĕрсенчи пек хулара вĕренет пулсан, почтăпа çыру ярасси ним марччĕ. Çук çав, кăçал Павăл мучи юратнă хĕрне темшĕн хулана вĕренме урăх ямарĕ… Паян ытларикун-çке — пасар кунĕ. Чулçырмасем пасара лăк килеççĕ, салтак арăмĕсем сакăр çухрăма çуранах çӳреççĕ… Ай, чăнах та! Салтак арăмĕсем! Вĕсем мана яла-нах çыру çырма йăлăнатчĕç. Паян эпĕ вĕсене йăлăнса пă-хăп. Шанчăклăрах хĕрарăма тĕл пуласси çеç…

Шкула каяс умĕн çак шухăшсем хупăрларĕç труках теветкелленсе кайнă каччă пуçне.

Иккĕмĕш урок хыççăн Трашук, учительтен ыйтса, пасара тухса уттарчĕ. Ял варринче виç-тăватă лавкка тавра халăх хĕвĕшет. Кунĕ уяр. Хĕвел аванах ăшăтса пăха пуçланă. Урамри юр сарăхнă, тачкаланнă. Тимĕр витнĕ лавккасен тăрринчен тумламсем патлатса ӳкеççĕ. Çуркунне çывхарать.

Те хĕвел кăмăллăн пăхнăран, те каччă чĕри хăюланнăран, Трашукăн паян юрлас килет, юратас килет. Трашук юратать. Наçтука юратать, пĕтĕм çут тĕнчене юратать…

Унталла утнă чух çаплаччĕ, ĕмĕтсем çунатлăччĕ. Каялла таврăннă чух ĕмĕт-çунатсем шанса ларчĕç, çут тĕнче тĕксĕмленчĕ, Наçтук сăнĕ таçта, тĕтреллĕ инçетре çухалчĕ. Мĕскĕн каччăн утти те ват çыннăнни пек чикĕнчĕк, кĕлетки те курпунланнă пек курăнать.

Мĕн пулчĕ вара пасарта çак халь кăна хастарланса утнă йĕкĕте? Нимех те мар. Кирлĕ-кирлĕ мар çынсене тĕл пулни çеç. Вĕсем ăна чухăн каччă умĕнчи çитмĕл çичĕ чăрмав пирки астутарчĕç. Çав кăна.

Чи малтан ăна Хаяр Макар тĕл пулчĕ. Мăн кăмăллă пуян куçран пăхса та «палламарĕ» Трашука. Çăпата Ми-халин ывăлĕ уншăн çын та мар иккен. Куштан пуян таçталла пăрăнчĕ, çав вăхăтрах Мăрзабай мучи куç тĕлне пулчĕ. Ку паллатчĕ ĕнтĕ Трашука, алă парсах калаçтаратчĕ… Çавăнпа та йĕкĕт «ырă» пуянран хăй тепĕр еннелле пăрăнса кайрĕ. Хуçаран таракан вăрă-хурах пекех тарчĕ вăл аяккалла, халăх хушшине пулса çухалчĕ. Темшĕн ва-ра тахçан-тахçан пулса иртни аса килчĕ…

Пĕррехинче Рамаш ăна Смоляков лавккаçăн пахчине кĕрсе панулми татма илĕртрĕ. Панулми! Çак ырлăх ялта ун пахчинче çеç ӳсет. Ана Трашук нихçан та тутанса курман. Анчах… вăрлама чĕнет-çке юлташ!

Трашук иккĕленнине Рамаш сисмерĕ. «Эсĕ пĕр енчен, шăтăкран кĕр, эп тепĕр енчен çатан урлă каçăп. Икĕ вăрра хăваласа пĕрне те тытаймĕ хуралçă», — терĕ те юлташне, ирĕксĕрлесех шăтăкран чăмтарчĕ.

Лавккаçăн аслă ывăлĕ Санька пахча хураллама шăп çак шăтăк тĕлне, улмуççи айне килсе ларнă пулнă. Анчах хăй… çывăрса кайнă мĕскĕн. Хĕп-хĕрлĕ улмасем куçа илĕртеççĕ. Виç-тăват улма татса хĕве чик те шăтăкран каялла чăм кăна!

Çук, татмарĕ Трашук. Çывăракан ачаран темшĕн на-мăсланса-вăтанса кайрĕ йăваш ача. Рамаш кайран хытă вăрçрĕ: «Лавккаçăн пахчине тустарнăшăн çылăх пулмасть. Вăл хăй ял çыннисене çаратса пурăнать. Эх, тăрнай!» Тăрнайран мар-ха, çылăхран хăранипе те мар. Чун сасар-так намăсланса пăшăрханнипе çапла пулчĕ. Анчах Трашук ун пирки шарламарĕ. Пурпĕрех шухă юлташĕ ăнланаяс çук ăна.

Хале те ак çапла: Трашук Мăрзабайран пахчана панулми вăрлама кĕме хатĕрленнĕ çын пек вăтанса тарчĕ.

Çитменнине, хавшака йĕкĕт икĕ лавкка хушшине пырса тухрĕ, унта Мăрзабай çуни çинче хайхи Санька ларнине курах кайрĕ. Халĕ вăл Трашукран та çитĕннĕрех каччă — унран пĕр çул аслăрах.

Лавккаçă ывăлне тĕл пулни йĕкĕтĕн теветкелне савçимех вĕçтерсе ячĕ. Санька хусан çунин ларкăчĕ çинче пуçне те, тул еннелле кăларнă çутă атăллă хăрах урине те ухса, шăхăркаласа ларать.

Хĕлле пулин те, урине вăл вĕçкĕнленсе çутă атă тăхăннă. Мăрзабай çуни çинче хуçа пек сăмсине каçăртса ларать. Наçтук каччи мар-и çак! Сарă сăран пушмак хура çутă атă еннеллех пăхать пуль çав. Санька Трашука асăрхаймарĕ. Трашук вара, унран та нăрăнса, тинех пуçне чиксе, каялла танккарĕ. Çапла кăшт утнă хыççăн вăл хăйне хăй васкатрĕ: «Юлашки урока ĕлкĕресчĕ!»

Шкул патне çывхарсан, Трашук асăрхарĕ: крыльца çинче хĕрарăм хĕвелçаврăнăш тĕшĕлесе ларать. Кĕрĕк тăхăннă. Пуçне хăмăр шаль тутри çыхнă, уринче — сапланă çăматă. Пĕрре пăхсанах паллă — куçминккасем мар, пасара килнĕ çын. Пĕр-пĕр вĕренекен ача амăшĕ пулас. Кунта Трашук пек ют ялтан вĕренме килнисем лăках.

Палламан çынна мар, паллаканнине те ăнсăртран куçран пăхма именет Трашук. Крыльца çине пуçне чиксе хăпарчĕ, шкул алăкне уçса ячĕ…

— Пире паллами пултăн иккен, Трашук мучи, — терĕ хĕрарăмĕ çав вăхăтра.

Ах туру! Тĕнчере те пĕр çын кăна çапла чĕнет Трашука. Ку тата кам? Сассине паллаймарĕ йĕкĕт, хĕрарăм еннелле варт! çаврăнса пăхрĕ.

Каччăн ăраскалĕ пур иккен. Кĕтери! Наçтукăн акамĕ. Çыру çӳретес тесен, унран лайăх почтальон тупаймăн.

— Аван-и, Кĕтери! Эс кама кĕтсе ларан кунта? Мĕн çăмăлпа килсе лекрĕн?

— Хĕрпе çапла калаçаççĕ-и, тăмпай? Эс каччă мар-и вара? Е эп хĕр мар-и? Сана, сана курма килтĕм, Трашук мучи.

Кĕтери кăмăлне тӳрех пĕлеймĕн: те тăрăхласа калаçать, те чăннипех. Анчах ку хĕртен вăтанмасть каччи. Хăй те, хĕре курса хĕпĕртенĕ çын пек, шӳтлесе калаçа пуçларĕ:

— Ак тамаша! Юриех сана тĕл пулас тесе кайнăччĕ вĕт эп пасара. Эс ху кунта килсе ларнă. Араскалăм пур иккен.

— Ан суй, Трашук мучи! Эс мана тĕлĕкре те курман. Ан тун ман умра. Эс кама яланах тĕлĕкре курнине чухлатăп-çке. «Трашук мучи» тенине илтсе савăнтăн-и? Юрĕ, мучи тесе чĕнмĕп урăх. Пичче пул, эппин, маншăн. Эс чăнахах манран çур çул аслăрах. Еçпе килтĕм сан пата, Трашук. Çуранах танккас тенĕччĕ — Наçтук хăйĕн ашшĕпе лартса ячĕ. Мĕншĕн Куçминккана кайнине Наçтука каламарăм, пасарта илмеллисем пур терĕм.

Юлашки сăмахсене каланă чух хĕр сăнĕ салхуланчĕ. Çĕмĕрт пек хура, çăлтăр пек ялтăркка куçĕсем тĕксĕмленчĕç.

Сисрĕ Трашук: Кĕтери хăйĕн шухă кăмăлне кура çеç шӳтлесе калаçать. Пĕр-пĕр хуйхă çамрăк хĕр пуçне килсе сырнă пуль. Вăл хĕр çумнех пырса тăчĕ, йăваш сасăпа ыйтрĕ:

— Мĕн, пулчĕ, Кĕтери? Каласа пар, эппин, чăнахах ман пата ĕçпе килтĕн пулсан.

Хĕр сасартăк ура çине сиксе тăчĕ. Каллех пĕр хуйхă-суйхăсăр çын пек чĕвĕлтетрĕ:

— Çук ĕнтĕ, Трашук пичче, эп сан патна крыльца çинче калаçса ларма килмен. Тĕлĕкре кама курсан та, паян маншăн каччă пул. Хваттерне илсе кайса чей ĕçтер, ăшăт, хăна ту. Вара ĕç пирки те калаçăпăр.

Трашук шкул еннелле çаврăнса пăхрĕ. Паян урăх вĕренесси пулмарĕ иккен. Аллине сулчĕ те хĕре крыльца çинчен туртса антарчĕ. Вăхăтра хушлăха пăрăнса ĕлкĕрчĕç. Хыçлă çунапа килекен Мăрзабайна Санька вĕсене асăрхаймарĕç.

Пӳрте кĕрес умĕн Кĕтери Трашука вĕренткелесе сăмахларĕ:

— Асту, хуçусем умĕнче эпĕ сан йăмăку пулăп. Пĕртăван йăмăку çуккине пĕлеççĕ пуль вĕсем. Мăнаккан хĕрĕ те. Пирĕн çинчен темскер ан шухăшлаччăр ваттисем.

Кĕтери шкулта пĕр хĕл кăна вĕреннĕ. Вырăсла калаçма начар пĕлет. Хăй пит хăюллă пулсан та, Трашук умĕнче вырăсла калаçма вăтанать. Чей ĕçнĕ чух Трашук тăлмач пулчĕ. Кĕтери сăмахĕсене вырăсла куçарса калать. Хуçин сăмахĕсене куçарма кирлĕ мар. Вырăсла калаçнине Кĕтери куçармасăр та чухлать.

Тетя Феньăпа дядя Степа Трашук «йăмăкне» кăмăллăн йышăнчĕç, хаклă хăна вырăнне хурса сăйларĕç. Чухăн çын сăйĕ мĕн пултăр: чей, çăкăр, çĕрулми, турăх. Чи тутли — кăмăллă сăмах.

Сĕтел хушшинчен тухсан, Кĕтери тĕпелти кĕтес еннелле пăхса сăхсăхрĕ те: «Спасибо, тетя Феня! Спасибо, дядя Степа!» — тесе вырăслах каларĕ. Майра кăмăлĕ пушшех çемçелсе кайрĕ.

— Кунтах çĕр каçать пуль-ха йăмăку? — ыйтрĕ вăл.

Трашук çăвар уçиччен маларах Кĕтери чăвашла каларĕ:

— Çĕр каçать те. Кăмака çинче çывăрма юратать те. Ан тĕлĕнсе лар. Каçа хирĕç ăçта каяс ман?..

— Кăмака çине мар — хамăр вырăн çинех вырттарăпăр, кăмака çине, кирлĕ пулсан, хамăр та старикпе хăпарса выртăпăр, — терĕ кил хуçи майри. — Каçхине йăмăкна вăййа илсе тух, вырăс каччисемпе паллаштар. Эх, пирĕн ывăл вилсе кайман пулсан, халь сан пек маттур каччă пулатчĕ. Сан йăмăкна çураçаттăмăр…

Шалти пӳртре Трашукпа Кĕтери иккĕшех юлчĕç. Тра-шукшăн Кĕтери чăнахах йăмăк пек туйăна пуçларĕ. Ăнчах темшĕн Кĕтери сăнĕ каллех салхуланчĕ.

— Еçпе килтем терĕн-ха. Каласа пар, Кĕтери, — терĕ вара Трашук.

— Аттерен çыру килми пулчĕ, — калаçу пуçларĕ Кĕтери, пуçне çĕклесе. — Сана та, сан хуçусене те вăрçă хуйхи килсе тивмен-ха. Сирĕн çемйĕртен вăрçа кайнисем çук. Ялта тăлăх хĕрарăмсем макăрса суккăрланаççĕ. Анне те куллен макăрать. Ман макăрма вăхăт çук. Хăвах пĕлетĕн, икĕ йăмăк, шăллăм пур. Вĕсене пăхса ӳстерес пулать… Çынсем аттене шыраса çыру ямалла теççĕ. Кам çыртăр? Хам çыраймастăп вырăсла. Çав çырăва сана çыртарас тесе инçе çула килтĕм. Эсĕ — кĕçех шкул пĕтерсе учитель пулас çын. Çырма чухлать пуль терĕм. Виçĕ уйăх ĕнтĕ çыру килменни. Вилнĕ е песвĕç çухалнă тесе те пĕлтермерĕç. Адресне илсе килтĕм.

Çапла каланă хыççăн Кĕтери чĕрçитти кĕтессинчи тĕвве шăлпа çыртса салтрĕ те Трашук умне пĕр хут татăкĕ сарса хучĕ.

Çыру çырса пĕтерне тĕле тулта тĕттĕмленчĕ. Хăй çутипе кăшт ларнă хыççăн хуçа майри самрăксене вăййа тухма хистерĕ.

Урама тухрĕç хĕрпе каччă, анчах вăййа каймарĕç.

— Вырăс вăййине кайса çӳрер-и? Эс, тен, пĕр-пĕр майра хĕрне юрататăн пуль. Ман мĕн тăвас вара унта? — терĕ Кĕтери.

— Икĕ çул пурăнса та вăййа кайса курман эпĕ Куçминккара, — хуравларĕ каччă.

Кĕтери пуçне çĕклесе уйăха хирĕç пăхрĕ. Кăшт тăр-сан, пăшăлтата пуçларĕ: «Уйăх, уйăх, ан хуплан!.. Уйăх, уйăх, ан хуплан!» Ашĕнче тата урăхла та ӳкĕтлесе пăхрĕ уйăхне: «Эй, кĕвентеллĕ хĕрĕмçĕм, илтсем мĕскĕн Кĕтери сăмахне, çавăрсам савни кăмăлне!» Уйăхĕ илтмерĕ, пĕлĕтпе хупланчĕ…

Трашук хĕр чĕрин вăрттăн туйăмне сисмерĕ. Мĕскĕн каччăн хăйĕн чĕри тем пек çунать. Айван-ха каччи. Хĕрсем хăйсем те тарăхса хăшпĕр чух уйăх çине сикме хатĕррине пĕлмест вăл, кĕвентеллĕ хĕрĕн усал шăпи çинчен те илтмен. Кĕтери çыру çыртарас шухăшпа çеç килнĕ-ши вара кунта? Ялта çыру çырма пĕлекен çын çук-им-ха? Çынсем Çимук-писаре çыртараççĕ-çке…

Çук, çак шухăшсем вăранмарĕç мĕскĕн каччă пуçĕнче. Пĕр шухăш çеç янраса тăрать вĕçсĕрех: «Кĕтери Наçтукăн акамĕ, Кĕтери шанчăклă çын… Анчах епле сăмах пуçлас-ши?»

Хушлăх вĕçĕнче хĕрпе каччă иккĕшĕ те, ывăннă пек пулса, вĕрлĕк çумне пырса сĕвенчеç. Трашук сăмах пуçласанах, уйăхĕ пĕлĕт айĕнчен тухса таврана çутатрĕ, куçра юр йăлтăрккисем выляма тытăнчĕç. Трашук тытăнкаласа сăмахланă вăхăтра Кĕтери шурă пирпе витĕннĕ хир еннелле пăхса тăчĕ. Каччă калаçма чарăннă хыççăн та тӳрех сăмах хушмарĕ вăл. Каярахпа тин йăваш сасăпа ери-пен каларĕ:

— Ятрус учитель пире пĕррехинче «Нарспи» ятлă кĕнеке вуласа пачĕ…

— Эпĕ те вуланă ăна, — терĕ Трашук, Кĕтерие пӳлсе.

— Вуланă та пуçа илмен, — тет Кĕтери, сассине хы-тарса. — Асту, укăлча каччи: сана та Сетнере каланă пек каласа хурĕç: «Трашук, йытă, кĕççе пит, пуян хĕрне ан хапсăн!» — тейĕç. Ватă Мăрзабайсем кăна мар, хĕрĕ хăй çапла каласран хăрамастăн-и? Ача вăхăчĕ иртсе вĕт пирĕн. Хĕрсем-каччăсем пултăмăр ĕнтĕ. Тен, Наçтукăн хăйне тайăн каччă пур пуль? Çавăн пирки шухăшласа пăхман-и эс, Трашук пичче?

Кĕтери сăмахĕсем каччăн чĕрери суранне ыраттармаллах пырса тиврĕç. Чăнах та, Наçтук кăмăлне пĕлмест вĕт-ха вăл. «Трашук мучи» тесе ихĕлтетнинчен урăх ним те çук. Çавах кĕсъери çыру кĕлт тĕртсе илет хуçине: «Парса яр Кĕтерирен», — тенĕ пек туйăнать.

— Мĕн пулать те мĕн килет, Кĕтери… Маншăн пĕр ырă ĕç туса пар, илсе кай çак тарăхтармăш çырăва, Наçтука кайса пар.

— Юрĕ, эппин, — терĕ Кĕтери, хурланнă пек пулса, анчах çавăнтах ахăлтатса кулса ячĕ. — Хăваласа тыт мана, тытсан, илсе кайăп çырăвна, тытаймасан, хăвна айăпла!

Çапла каларĕ те Кĕтери хушлăх вĕçĕпе хирелле вирхĕнтере пачĕ. Трашук, капла пуласса кĕтменскер, кая юлса вырăнтан хускалчĕ. Чупас енчен унпа хĕрача мар, арçын ача та нихçан танлашайман. Чылай кая юлса тапранни уншăн ним те мар…

Акă, çул тарăн лупашка тĕлне çитсен, Кĕтери сылтăмалла пăрăнчĕ. Укес мар тенĕ пек пулса, аллисене сарса ячĕ, чупма кăшт чарăнса, сулахаялла пăрăнчĕ. Каччи шăп çав вăхăтра хĕр еннелле сикрĕ. Анчах хĕрĕ тăп чарăнчĕ те каччине пĕтĕм вăйпа кăлт тĕртсе аялалла вăркăнтарчĕ. Трашук чикелене-чикелене лупашка тĕпнех çитрĕ, тарăн юр ăшне кĕрçе выртрĕ. Хĕрĕ, кулкаласа, каялла, пӳртсем еннелле чупрĕ.

Лупашкаран ĕселенсе тухса, пӳрт тĕлне çитсен, Тра-шук унталла-кунталла пăхкаларĕ. Ниçта та пĕр мĕлке курăнмасть. Чылай вăхăт пӳрт умĕнче кĕтсе тăчĕ — çук.

Пӳрте кĕрсен асăрхарĕ: кĕрĕкĕ çакăнса тăрать, хăй курăнмасть. «Кăмака çине хăпарса выртнă та иккен, качака таки», — тавçăрса илчĕ Трашук.

Ирхине ыйхăран вăраннă хыççăнах Трашук сĕтел çинчи хут татăкне курчĕ. Армак-чармак саспаллисемпе çырнă: «Араскална тытаймарăн, укăлча каччи. Çырăвна почтăпа ярса пар. Е манран шанчăклăраххине шыра».

Хĕрлĕ ялавпа ылтăн хĕрес

Трашук, çĕрпӳртре çуралнăскер, мĕн пĕчĕкренех нуша курнипе чухăн пурнăçа хăнăхса çитнĕ. Пуянлăха ăмсанман вăл, капăр тумлă тантăшĕсене кĕвĕçмен. Хăйсен çĕрпӳртне ашшĕ-амăшне юратнă пекех юратнă. Халĕ дядя Степăн тăм пӳртĕнче керменре пурăннă пек туять хăйне хăй. Çĕтĕк кĕрĕк Трашукшăн вĕр-çĕнĕ тумтиртен хаклăрах…

Анчах Трашукшăн та тум пирки кĕвĕçес кун пурпĕр çитрĕ иккен. Енер Санькăна пасарта тĕл пулнă хыççăн çăпаталлă урине вăтанса асăрхарĕ вăл. Çав туйăма кĕсъери çыру хускатрĕ пуль, тата Санька… Мăрзабай çуни çинче вăл хуçа пек мăрăлтатса, шăхăркаласа ларни.

Çапла иккен вăл юрату тени! Хуйхăсăр пуçа ахалех тĕрлĕ шухăшсем кĕре пуçларĕç; кирлĕ-кирлĕ мар туйăмсем те вăранчĕç. Нихçан нимрен тарăхман йĕкĕт чунĕ тарăха пуçларĕ. Кĕтери армак-чармак çырса хăварни те йĕкĕлтет: «Укăлча каччи… »

Анчах кĕç пуçланса кайнă тĕлĕнтермĕш ĕçсем Трашукăн пĕчĕк хуйхи-суйхине çилпе вĕçтерсе ячĕç.

Паянхи ир яланхи пекех лăпкă пуçланнăччĕ. Тетя Феня Трашука улма икерчи пĕçерсе пачĕ. Пĕлет майра: улма икерчи — чăваш ачишĕн чи тутлă сăй. Ирхи апат чух хуçи çапла каларĕ:

— Улма шăтăкне ĕнер те, виçĕмкун та уçаймарăмăр. Паян уçасчĕ. Май пулсан, иртерех шкултан килме тăрăш-ха, Троша.

Чăнах та майĕ кĕтмен çĕртен тупăнчĕ. Икĕ урок хыççăн аслă классенче вĕренекенсене киле ăсатрĕç. Учительсем хăйсем хушшинче тем пăшăлтатаççĕ. Ачисем те саланасшăнах мар, шкул умĕнче кĕпĕрлĕне-кĕпĕрлене тăчĕç. Вĕсем хушшинче Чее Мнття иуçне каçăртса çӳрет. Паян таçта темĕскер пулнине сисеççĕ пек ачасем, анчах тĕплĕн пĕлекеннисем çук. Трашук киле гаврăнма васканипе классем мĕн пирки пăлханнине тавçăраймарĕ.

Пăсланса тăракан çĕрулми шăтăкне кĕрсе ларчĕ те Трашук витре хыççăн витре тултарса парать. Хуçи хăй шăтăк умĕнче чикарккă туртса ларать. Вăл хушăран çеç, аялалла кармашса, хăрах аллипе тулли витре туртса кăларать те майрине тыттарать, унтан каллех чикарккă паклаттарма тытăнать…

Сасартăк вĕсем патне Вася Черников хашкаса чупса пычĕ.

— Троша! Троша!.. Трофим Петров, ăçта эсĕ? Тух часрах, сана шкул пуçлăхĕ чĕнет! — кăшкăрчĕ вырăс ачи.

— Мĕн пулчĕ вара? — ыйтрĕ дядя Степа. Хăй, Вася мĕн хуравласса кĕтмесĕрех, Трашука шăтăкран тухма пулăшрĕ.

Ачасем тухса чупрĕç, хуçи йăсăрланакан шăтăк анине витме пикенчĕ.

— Эх, Троша! Эс ним те пĕлместĕн. Мĕн тĕрлĕ хыпарсем! Шкул пуçлăхĕ чĕнтерет тесе хуçу умĕнче юри каларăм, — тет Вася хашкаса чупнă çĕртех.

Хушлăхран аслă урама пырса тухсан, Трашук тĕлĕнсе кайрĕ: урам сăнĕ пĕтĕмпех улшăннă.

Ялавсем урамра вĕлкĕшнине Трашук халиччен курман мар. Пĕррехинче Куçминккари çуртсем çинче иртен пуçласа каçченех ялавсем çакăнса тăчĕç. Пирĕн çарсем Перемышль хулине илнĕшĕн ун чухне пĕтĕм Раççей савăнать терĕç. Ялавĕсем пурте ула-чăлаччĕ. Халь хăмач пек хĕрлисем те пур. Ун чух ялавĕсем пĕр вырăнта, çуртсем çумĕнче лăпкăн чӳхенетчĕç. Паян вĕсем урам тăрăх вĕçрен веçе вĕлкĕшеççĕ.

Пасар вĕçĕнчен шкул еннелле халăх çывхарать. Урам тулли халăх. Те юрлаççĕ çынсем, те тем кăшкăраççĕ — Ӳйăрса илме те хĕн. Çавăнталла чупрĕç ачасем. Трашук Чупнă çĕртех асăрхарĕ: кашни хапха умне çын тухса тăнă — ватти те, вĕтти те. Хĕрарăмсем йĕреççĕ. Айвансем, упăшкисене, ывăлĕсене, тăванĕсене кĕтсе пурăнаканскерсем, «мир» сăмахран урăх сăмах пĕлмеççе вĕсем. Тем пек кĕтеççĕ çав мире. Çавăнпа паян мĕн пулнине тĕплĕн пĕлмесĕрех мир пулнă пуль тесе савăнса макăраççĕ. Анчах мирĕ килсе çитмен иккен-ха. Çак пĕтĕм халăх антăхса кĕтсе тăракан сăмах вырăнне тепĕр сăмах сарăла пуçларĕ халăх хушшине: революци. Ку сăмах мĕне пĕлтернине Трашук чухлаймасть. Чее Миття пĕлет пулас, патак çине хĕрлĕ тутăр çыхса ялав туна та çухăракан халăх хушшинче кĕçĕн кĕрӳ пек тапăртатса çӳрет.

Ялавсем йăтса, тем çухăрса пыракан халăх шкул патне çывхарчĕ. Кунта хресченсем çук — лавккаçăсем, учительсем, тĕрлĕ чиновниксем кăна. Пуринчен ытла кăшкăраканнисем иккĕн: пĕри мишавай Белянкин, тепри пуп ывăлĕ, семинарире вĕренекенскер. Хуларан киле таврăннă гимназистсем те лăках.

Чее Миття, хăйпе пĕрле икĕ ачана ертсе, шкул пусмипе чупса хăпарса кайрĕ. Черников Вася та Трашука çавăнталла сĕтĕрчĕ. Пĕчĕккисем вĕренекен класра урок пырать иккен. Чее Миття класс алăкне яр уçса ячĕ. Çăварĕсене чана чĕппи пек карса ларакан ачасемпе учительницăна пăхмасăрах, вăл, тем тĕрлĕ паттăр ĕç тăвакан çын пек, парта çине хăпарса кайрĕ те стена çумĕнче çакăнса тăракан патша портретне туртса антарчĕ, унтан патша сăнне ура айне пăрахса тапта пуçларĕ. «Долой Николашку, да здравствует революция!» — тесе кăшкăрать хăй. Чее Миття ашкăннине курас мар тесе, Трашук урама чупса тухрĕ.

Урамра та: «Долой! Да здравствует!» — тесе кăшкăраççĕ. Пуп ывăлĕ пукан çине хăпарса тăнă та, аллине çил арманĕ пек çавăркаласа, çăварне шапа пек карса, темĕскер кăшкăрать. Тĕлĕнмелле: приставĕ те кунтах, анчах никама та чармасть вăл. Çĕтĕкрех пальто тăхăннă мишавайпа йăпăлтатса калаçса тăрать. Хăйĕн çутă тӳмеллĕ тумтирне, çунатлă кокардăллă карттусне тăхăннă почта пуçлăхĕ, йăл-йăл кулкаласа, пуринпе те шӳт тукаласа çӳрет.

Шкул умĕнче митинг туса ирттернĕ хыççăн мишавай хĕтĕртнипе пурте земски пурăнакан чул çурт умне кĕпĕр-ленсе тăчĕç. Алăкран, чӳречерен шаккаса хуçине халăх умне тухма хушрĕç. Никам та тухакан пулмарĕ. Хуçи килте çук терĕç. Вара пуп ывăлĕ хăй кĕрсе тĕрĕслес терĕ. Халăх шавласа кĕтсе тăчĕ. Семинарист пӳртрен тухсан: «Земски начальник хулана тарма ĕлкĕрнĕ», — терĕ. Çак хыпара пĕлсен, пурте чиркӳ еннелле туртăнчĕç.

Халăха пуп урама тухсах кĕтсе илчĕ. Çанталăк ăшă тăнине кура, урамрах молебен ирттерес терĕ. Чиркӳ карти уине пысăк сĕтел кăларса лартрĕç, чиркӳрен турăшсем илсе тухрĕç. Пупĕ революци ăнăçлă пулса иртнĕшĕн турра тав туса молебен пуçласă ячĕ. Чее Миття кунта та ĕлкĕрнĕ. Вăл тиечукпа юнашарах тăрать. Хĕрлĕ ялавне таçта пăрахса хăварнă. Халь унăн пĕр аллинче ылтăн хупăллă евангели, тепер аллинче кадило — пупне те, тиечукне те пулăшать иккен. Молебен пĕтсен, пуп халăха лаша хӳринчен тунă мелкепе çветтуй шывĕ пĕрĕхрĕ, унтан ылтăн хĕресне сĕтел çинчен илсе çӳле çĕклерĕ. Халь çеç хĕрлĕ ялав йăтса çӳренĕ çынсем ылтăн хĕрес чуптума черетлене пуçларĕç.

Трашук та черет вĕçне пырса тăнăччĕ — такам ăна алăран çаклатса аяккалла пăрăнтарчĕ те:

— Ан тив, семинаристсемпе гимназистсем хĕрес чуптуччăр, сана вăл кирлех мар, — терĕ.

Хайхи Ятрус учитель пулчĕ-ха çынни, Трашука похвальнăй лист параканни. Ун чух вăл Лешеккинче вĕрен-тетчĕ, халĕ Весуккана куçнă. Çавăнта ачасене вĕрентет, халăха эмеллет. Чулçырмаран инçерех те — ытти чăваш ялĕсене çывăхрах.

Фрол Тимофеевич халь кăна хуларан таврăннă та шăп молебен пуçланнă самантра чиркӳ умне пырса тăнă.

— Патшасăр пурăнма пуçланăранпа эрне çитрĕ ĕнтĕ, вĕсем тин çак «вак-тĕвеке» асăрханă, — мăкăртатрĕ чăвашла. — Ăçта, кам патĕнче пурăнатăн?

Трашук каласа пачĕ.

— Юрать. Маттур. Хаяр таврашĕнчен уйрăлни лайăх. Хăвăн хваттерне ертсе кай, эппин. Чей ĕçсе ăшăнам кăшт. Уншăн эп сана пĕр ырă хыпар каласа парăп.

Трашук хăнисене хуçасем хапăл йышăнаççĕ. Ятрус лекĕре вара пĕлмен çын çук. Кашни килте вăл — кĕтнĕ хăна. Хуçа майри куççуль кăлармасăр тӳсеймерĕ:

— Ырă çынсен сăмахне итлемерĕм, ухмах, ывăлăма сан патна илсе каймарăм. Кунти тухтăрсем çул çинче вилме пултарать терĕç. Вăл авă, мĕскĕн, кунта та пульницарах вилсе кайрĕ.

— Турă çапла пӳрнĕ ăна, — сăмах хушрĕ ытлашши ваклама юратман упăшки те.

Учитель вĕсене йăпатма-лăплантарма тăрăшрĕ.

Пăртакран Ятрус Трашука хулара пĕр ырă çынпа, Тимккапа, тĕл пулни çинчен, кайран Белянкинпа вăрçса кайни çинчен каласа пачĕ:

— Мана Фадей «большевик» сăмахпа хăртасшăн пулчĕ…

Ватти тăрук шăпланчĕ. Сăмахне каласа çитермесĕрех чĕмсĕрленчĕ. Трашук чухларĕ: ыттине ăна ача тесе каласшăн мар иккен. Юрĕ. Тарăхакан учителĕ пулăшас кăмăлпа йĕкĕт пĕр-пĕр кирлĕ-кирлĕ мар ыйту хускатса, калаçăва урăх еннелле пăрса ярас тенĕччĕ, анчах ватти сăмахне каласа çитерчĕ-çитерчех:

— Большевик ятне илтнĕшĕн кӳренмерĕм. Мĕншĕн тесен Авандеев, урăхла каласан Кăяш Тимкки, ĕлĕкрех эсер пулнăскер, халь чăн-чăн большевик пулса кайнă.

— Усал сăмах мар-и вара вăл, большевик тени?

— Усал мар çав. Питĕ лайăх, питĕ хитре сăмах, — терĕ учитель савăк сасăпа, унтан кăшт салхуланчĕ: — Çынни те лайăх, сăмахĕ те аван, анчах ман белянкинсемпех айкашма тивет ĕнтĕ. Кусем те революционерсемех вĕт…

Юлашки сăмахĕсене Трашука мар, хăйне хăй хуравласа каларĕ пуль ватти.

Шăматкунччен эрнекун пулать

Трашук — Çăпата Михалин пĕртен-пĕр ывăлĕ. Унăн пиччĕшĕ-аккăшĕсем те, шăллĕ-йăмăкĕсем те пулнă, анчах нумай пурăнайман вĕсем: хăшĕ чирпе пĕчĕккĕ чухнех вилнĕ, хăшĕ — выçлăх çулсенче, чылай пысăклансан. Çăпата Михалипе унăн карчăкĕ самаях ватăла пуçланă ĕнтĕ, урăх ача тăвасси çинчен шухăшламан, çавăнпа вĕсем Трашука ачаш пăхса ӳстернĕ. Çапах ачи ачашланса, пăсăлса кайман. Кăмăлпа йăвашскер, урамра ытлашши нумай чупса çӳремен вăл. Шкула кайиччен юмах-халап юратнă. Кăшт вулама вĕренсенех, кĕнекерен хăпа пĕлмен. Вара Çăпата Михали, Ятрус учительпе Мăрзабай сăмахне итлесе, хăйĕн пĕртен-пĕр ачине малалла вĕрентес тенĕ. Çын пултăр, ашше пек, ĕмĕрне çăпата туса ан ирттертĕр.

Чухăн çемьĕре пĕртен-пĕр ача та ытлашши ачашланса пăсăлса каяймасть çав. Тĕрлĕ ĕç тума тиветех. Çын ĕçне те ашшĕпе пĕрле ĕçлесе курнă Трашук. Пурпĕр йывăр ĕçех тăратман ăна ашшĕ. Ялти ачасем вунтăваттăра та утă çулаççĕ. Трашук та çава тытса сулкаларĕ те, ашшĕ чарчĕ:

— Хресчен ĕçне вĕренме ăсах кирлĕ мар. Елкĕрĕн-ха, нуша кйлсен. Халĕ, эп пур чух, хăвăн ĕçне лайăхрах вĕрен. Тăватă хырăма тăрантармалăх вăйăм пур-ха. Эс вĕренсе тухсан, пирĕн пурнăç та кăшт çăмăлланĕ. Пире, тĕттĕм тăванусене, манмăн-ха теп. Е манăн та-и? — Юлашки сăмахне куçне вылятса каларĕ ашшĕ.

— Пирвайхи шалу укçипех лаша илсе парăп сана, — ырă кăмăлпа çунатланчĕ ывăлĕ.

Ашшĕ ăшри ăшă куллине сухалпа витрĕ, ывăлне кă-тартмарĕ. Вăл ывăлĕ Куçминккаран вĕренсе тухичченех укçа çитерсе лаша туянма ĕмĕтленет иккен.

Трашук вĕренме хастар. Тăнлă ача, лайăх вĕренет. Шкулта мĕн вĕрентни сахал уншăн, çавăнпа вăл кашни кун тенĕ пекех библиотекăна чупать. Тĕнче хĕрри уншăн куллен-кун сарăлса пырать. Пĕлĕтри çăлтăрсем çине те ача урăх куçпа пăха пуçларĕ ĕнтĕ, çĕр çинчи пурнăçа та лайăхрах сăнакан пулчĕ. Вуланăçемĕн пуçра çĕнĕрен çĕнĕ шухăшсем тапранаççĕ, чуна кансĕрлеççĕ.

Турă пур-и, çук-и? Хăçантанпа çак шухăш ăса пăтратать! Малтанах тĕнче йĕркеллĕччĕ. Çӳлте — турă, çĕр çинче патша этем пурнăçне тытса тăнă. Мĕн пĕчĕкренех илтнĕ Трашук: «Эй, турăçăм, пӳлĕхçĕм!» «Пурăннă, тет, пĕр патша», — тесе юмах пуçланă çынсем. Халĕ ак патшасăр пурнăç пуçланчĕ. Патшасăр пурăнма пулать пулсан, турăсăр та пурăнма юрать мар-и? Турри те тата миçе-ха вăл? Вырăсăн — пĕр турă, тутар-пушкăртăн — пĕр турă, Чăвашăн — икĕ турă е ытларах та…

Пĕррехинче Трашук ашшĕпе пĕрле мунча кĕнĕ чух сăмах хускатрĕ: «Атте, тамăкра мунча чулĕ çинчи пек вĕри, теççĕ. Ма вара çынсем тамăкран хăрамаççĕ?» Ашшĕ: «Пĕлместĕп, ачам. Турă тамăкĕнче никам та пулса курман, çавăнпа пуль», — терĕ.

Кайран, мунчаран тухса чей ĕçме ларсан, ашшĕ ывăлĕпе юлташпа калаçнă пекех калаçрĕ:

— Леш тĕнчере тамăкпа çăтмах пуррипе çуккине никам та пĕлмест. Аслă çынçем турра ĕненмеççĕ. Вĕренсен-вĕренсен, кĕнĕке ытларах вуласан — хăвах пĕлекен пулăн. Ман пĕр çывăх юлташăм пурччĕ, Мăрзабай Павăлĕн шăллĕ — Тимуш. Çамрăк чух эпир унпа чиркĕве юрлама çӳреттĕмĕр. Вăл Куçминккари шкултан вĕренсе тухрĕ. Шутсăр нумай кĕнеке вулатчĕ. Ун пирки çынсем «кĕнеке вуласа ухмаха ернĕ» тесе калаçа пуçларĕç. Çав Тимуш мана самаях ăса кĕртсе хăварчĕ… Эс ăна пĕлместĕн. Вăл эс çураличченех халерă текен чирпе вилсе кайрĕ. «Тамăкĕ те, çăтмахĕ те çĕр çинче кăна. Туррипе шуйттанне этем хăй шухăшласа кăларнă, çуккă вĕсем, леш тĕнчи те çуккă», — тетчĕ вăл.

Ашшĕ çапла калаçнине Трашук кайран маннăччĕ. Халь, Ятрус учительпе калаçнă хыççăн, çавсене пĕтĕмпех аса илчĕ.

Темшĕн паян Трашукйн шухăшĕ пĕрмаях ашшĕ тавра çаврăна пуçларĕ. Вал яланах ĕçре. Çулла çын ĕçне тарă кĕрĕшсе ĕçлет, хĕлле çăпата туса пасарта сутать. Унăн ашшĕ айван ăслă çын мар иккен. Пĕлтĕр Трашук ашшĕне хĕвел ăшши çинчен, ют çĕршывсем çинчен, тинĕссем çинчен, мĕншĕн çĕр айĕнчен шыв палкаса тухни çинчен хăй мĕн пĕлнине каласа панăччĕ. Ашшĕ савăнсах итлесе ларчĕ. Кайран: «Вĕрен, ачам, лайăхрах вĕрен, тен, эсĕ те çут тĕнчен майне-шывне пĕлсе çитĕн», — терĕ.

Халь ĕнтĕ шăматкуна тем пек çунса кĕтет Трашук. Лашине те курас килет, паянхи лару-тăру пирки те ашшĕпе пĕрре-пĕрре ларсах тĕплĕн калаçасчĕ…

Трашук Куçминккари ĕçсене, улшăнусене сăна пуçларĕ.

Патша пуррипе çукки ял пурнăçĕнче сисĕнсех каймарĕ-ха. Вăрçă пĕтессе, мир пуласса кĕтсе илеймерĕ халăх. Хĕрарăмсем макăрса савăнни кăлăхах пулчĕ. Чиркӳре «Спаси, господи, люди твоя» юрланă чух халь патшана асăнас вырăнне «Победы христолюбивому воинству» тесе юрлаççĕ. Революци хыççăнхи мĕнпур улшăнăвĕ те çав кăна. Трашук хуçисем патшана сирпĕтнине сисмесĕрех юлчĕç тейĕн. Пĕр сăмахпа та асăнмарĕç.

Çĕнĕ пурнăç пуçланас пирки лавккаçăсем, мишавайсем, пуп таврашĕсем анчах калаçкалаççĕ.

Вася Черников, Трашук юлташĕ, — лавккаçă ывăлĕ. Вăл Трашука тĕрлĕ çĕнĕ хыпарсем каласа парать. Моле-бен тунă кун пуп ывăлĕ земскине хăй халăхран пытарнă, тет. Çĕрле хулана тарнă тесе халăх умĕнче суйса каланă пулать. Тарасси вăл чăнахах тарнă, анчах ун чухне мар, тепĕр каç. «Тарман пулсан та, ним те пулмастчĕ ăна, — тет Вася. — Халь ун ятне асăнакан та çук».

Учительсем пирки те пĕлет Вася. Вĕсем пурте эсерсем тет. Пĕр Екатерина Степановна кăна патшашăн куççуль тăкать. Ана ытти учительсем монархистка теççĕ. Вăл патша çемйин сăнĕсене арча тĕпнех пытарса хунă тет…

Вася тата Трашука хулари хайхи каччăн юлашки çырăвне вулаттарчĕ. Çырăвне хальхинче сăвăламасăрах. çырнă, юрату пирки асăнман та. «Прощай, Наташа! — тенĕ вăл хăйĕн кĕске çырăвĕнче. — В городе появились большевики — слуги антихриста и немецкие шпионы. Мы им объявили смертельную войну. Я достал револьвер. Возможно, когда ты будешь читать это письмо, я буду лежать пронзенный пулей врага. Война до победы! Да здравствует Временное правительство! Твой Виктор Половинкин».

— Ухмах вăл Половинкин, — терĕ Вася, — хушамачĕ тăрăх та, ахаль те унăн пуçĕнче чăннипех те çур ăс кăна. Маншăн мĕнле правительство пулсан та — çунса кайтăр вăл! Эпĕ никам майлă та хам ирĕкпе алла нăшал тытас çук.

Трашук кăшт урăхларах шухăшларĕ. Вăл малтанах Кăяш Тймккине аса илчĕ. Çавăн йышшисене большевик тесе чĕнеççĕ иккен. Кунта та хулари пек пулса кайсан, Трашук хăй кам майлă алла пăшал тытĕ-ши? Шухăшне юлташне пĕлтермерĕ Трашук.

… Эрнекун, уроксем пĕтсен, Трашук ачасемпе пĕрле урама тухрĕ. Асăрхарĕ: Санька юланутпа Куçминккана килнĕ. Чее Миття унпа калаçса тăрать. Санька Трашука асăрхасанах чĕнсе илчĕ. Анчах вăл çăвар уçиччен маларах Чее Миття хăйĕн усал чĕлхипе пакăлтатма та пуçларĕ:

— Чуп часрах килне. Аçу вилет вĕт. Вăл лаша вăр…

Санька ăна малалла калама памарĕ.

— Çук, вилмест пуль, — терĕ вăл, лешне пӳлсе. — Хытă чирленĕ аçу. Аннӳ сана часрах киле таврăнма хушрĕ.

Такам чукмарпа пуçран килсе çапнă пек туйăнчĕ Тра-шука.

Шалтикасра шăвăç витнĕ икĕ йывăç пӳрт хушшинче хытхура пусса кайнă пуш вырăн пур. Улт-çичĕ çул каярах çак вырăнта тата тепĕр пĕчĕк йывăç пӳрт ларнă — Тай-ман Сахарĕн пӳрчĕ. Хуçи пушкăрт енне Пасарлăяла пурăнма куçнă. Пӳртне куçарса ĕлкĕреймен, сутса та хăварман. Вăл кĕр еннелле пысăк пушар вăхăтĕнче çунса кайнă. Çурт вырăнĕ халĕ те çав Тайман Сахарĕн шутланать. Лайăх вырăн. Ана пĕр енче пурăнакан Мăрзабай та, тепĕр енче пурăнакан Хаяр Макар та йышăнма хатĕр. Анчăх хуçи çав сутса хăварман вырăна йышăнма никама та ирĕк паман. Малтанах хам калле таврăнатăп тенĕ, каярах, пушă вырăн пуш-пушах ан вырттăр тесе, унта Çăпата Михалине куçса ларма хушнă. Михаля — Сахарăн çывăх хурăнташĕ, мăнаккăшĕн ывăлĕ. Çĕнĕ хуçа пӳрт туса лартма хал çитереймен. Çĕр чавса каллех çĕрпӳрт тунă та халĕ те çав çĕрпӳртре, икĕ пуян хушшинче, пурăнать. Кунта пӳрт пуррине, çын пурăннине, пĕрре пăхса асăрхаймастăн та. Çавăнпа икĕ чаплă çурт хушши халĕ те пушă выран пек курăнать.

Трашук ашшĕне çынсем куçранах Çăпата Михали теççĕ. Уншăн кӳренмест вăл. Мĕншĕн кӳренес? Хăй чăнахах çăпата тума ăста çын. Çăпата хуçма Михаля пĕчĕкренех ашшĕнчен вĕреннĕ.

Ялта çăпата тума пĕлмен çын пулман та пуль. Кашни çук çын хăйен çемйи валли хăй çăпата тăвать. Анчах Михаля пек çăпата ăсти урăх çук. Тукмак пуçлă чăваш çăпатине те вăл тĕрлĕрен тĕрлĕ хуçма пĕлет: арçын çăпати, хĕрарăм çăпати, хĕр çăпати. Пасар валли Михаля ытларах лаптак та çавра пуçлă вырăс çăпати е çавнашкалрах мăкшă çăпати тăвать.

Анчах çăпата хуçсах укçа нумай тăваймăн. Михалян пĕр ят çĕр пур. Лаши çук, ĕмĕр пулман. Пĕр ят çĕрне ĕçлесе тăма çулла пĕр-пĕр пуянран лаша илет вăл. Вара лаша панăшăн çав пуян ăна çăвĕпех хăйĕн ĕçне тутарать.

Çапла тертленсе пурăннă Трашук ашшĕ.

Этем шутне кĕрес тесен, ике пысăк ĕç тумалла-ха Михалян. Малтанах лаша туянмалла. Лаша туянсан, тепĕр ĕçне те тума пулать вара: çак чаплă вырăнта тăм пӳрт те пулин туса лартасчĕ, çĕр айĕнчен тухасчĕ. Трашук кĕçех шкул пĕтерсе çемьене пулăшакан пулать. Михаляшăн та савăнăçлăрах кунсем çывхараççĕ.

Ак халĕ Ятрус Хрулкки пулăшнипе хулара лайăх ула кĕсре туянчĕ вăл. Ывăлне те савăнтарас тесе, шăматкун çитессе ăшталанса кĕтет. Тата ик-виç кунтан кĕтсе илетех ĕнтĕ Трашука. Анчах этем ĕмĕрĕ пĕр кун тăршшĕнчех вĕçне çитме пултарать… .

Лешекки пуянĕ Медведев çулленех Михаляна хăйĕн тарçисем валли çăпата тума хушать. Ку таранччен пĕр çĕклем çăпатине Михаля çуранах йăтса танккатчĕ. Халь лашапах (хăйĕн лашипе) леçсе пама пулать ĕнтĕ.

Кĕçнерникун Михаля ула кĕсрине утланчĕ те (хыçсăр çунине туса пĕтермен-ха), çăпата çыххине лаша урлă çакса, юланутпа Тук урлă юрттарчĕ.

Медведев çурчĕ пек чаплă çурт ялта çук. Пĕренерен тунă сакăр кĕтеслĕ пӳртне вăл вак хăма çапнă та симĕс сăрăпа сăрланă. Юнашарах — тепĕр сăрланă пӳрт. Хуçи чи пуяннисенчен кая юласшăн мар иккен: пӳрт пĕренисене хăма çапмасăрах сăрланă… Кунта ял старости Фальшин Никон Иванович пурăнать. Чулçырма чăвашĕсемшĕн те староста çавах.

Пирĕн Михаля икĕ сăрланă пӳрт тĕлне çитсе чарăнчĕ. Лашине юпа çӳмне кăкарчĕ те, çăпатисене йăтса, Медведев килкартине кĕрсе кайрĕ.

Усал шăпа илсе килчĕ кунта паян Михаляна. Ял старости çав вăхăтра килте ют ял çыннипе сĕтел хушшинче эрех ĕçсе ларнă. Ансăртран тенĕ пек çеç вăл чӳречерен çаврăнса пăхнă та ула кĕсрене курах кайнă. Темшĕн (ытлашши сыпнăран пуль) хăнине тăрăхларах каланă вăл:

— Эс, ача, ула лаша çухалчĕ терĕн. Ак сан ула лашу хăех сана шыраса килнĕ кунта.

Хăни те чӳречерен пырса пăхнă, савăнтах савăннă пек пулса çухăрнă:

— Тупата туршăн, ман ула лаша ку!

Вара икĕ вырăс урама тухнă. Лашине çывăхра курсан, Фальшин хăнине пӳрнепе юнаса каланă:

— Эс, шельма, хусах лаша темерĕн-и? Ку, ула пулсан та, кĕсре-ха.

— Маннă эс, Никон Иванович, — тет чикан сăнлă хăни, хура куçĕсене ялтăртаттарса, — ĕçнипе пуçу пăтранса кайнă. Ман ула кĕсре ку. Тепре каласан, хусах-и, кĕсре-и, — саншăн пурĕ пĕр мар-и! Вун тенкĕ кĕсйӳне çĕтмест. Сахал тесен, лаша хакне çурмалла тăвăпăр.

— Ан васка-ха пайлама. Хуçине курар малтан, — тет Фальшин. — Медведев патне çӳрекен çынна труках лаша вăрри тăваймăн.

Çав вăхăтра Михаля, ĕçне пĕтерсе, урама тухать. Старостăпа чикан сăнлă çын лаша умĕнче ал сулкалашса тăнине курах каять вăл.

— Кам лашине утланса килтĕн, Сибада Михайло? — ыйтать чăвашран староста — Эсĕ ĕмĕрнех лашасăр çын вĕт.

— Лашасăрччĕ, халь лашаллă. Пĕркун хулара сутăн илтĕм, — тет Михаля. Хăй, çав вăхăтрах чĕлпĕрне салтса, лаша çине утланма пăхать. Ют çын старостăна айăкран кăлт тĕртнине курмасть вăл.

— Чим-ха, лашуна çавăтса килкартине кĕр-ха, калаçмалли пур, — тет ял старости.

Пурте Фальшин килкартине кĕрсе каяççĕ. Унта хуçи труках сассине улăштарать:

— Кала тӳрех, ăçтан вăрласа килтĕн лашуна? Ак, хуçи тупăнчĕ. Ан тун, лаша вăрри! Тунмасан, сана нимĕскер те тумăпăр. Тунма тытăнсан, халех тĕрмене ăсатăп, — юнаса кăшкăрать староста.

Михаля, сăмах чĕнмесĕр, куçне чакăртса пăхса тăрать. Ак тамаша! Лашана туртса илесшĕн вĕт кусем! Леш чиканĕ лаша чĕлпĕрне ярса тытрĕ, лашине хăй еннелле туртать. Тĕлĕнсе хытса кайнипе чĕлпĕрне алăран ячĕ чăваш. Çав вахăтрах хăйне таçтан вăй килсе кĕчĕ. «Памастăп лашана! Хулара сутăн илтĕм!» — кăшкăрать Михаля, хăй каллех лаша патне ыткăнать. Фальшин лашапа Михаля хушшине сиксе тăрать те Михаляна çухаран ярса тытать, пĕтĕм вăйпа чышса месерле сирпĕнтерет. Çав вăхăтра хапха умне такам лашапа пырса çитет…

Кĕçнерникун каç еннелле ялта сăмах сарăлчĕ: Çăпата Михали начар, вилет пулмалла. Аран лаша туяннăччĕ, мĕскĕн, — лашине туртса илнĕ. Таçтан такам вăрлана лаша пулнă, теççĕ. Хăйне, кăмăлĕ сасартăк хуçăлса ӳкнипе, тытамак тытнă, тет; ӳкнĕ чух ĕнсипе каска тĕлне пулнă, тет.

Çĕрĕпех тăна кĕмерĕ Михаля. Çĕрĕпе тенĕ пекех Мăрзабай та çĕрпӳртрен туха пĕлмерĕ. Хăйĕн «çиçĕм» лампине илсе килме хушрĕ вăл. Тĕлĕнеççĕ çынсем: ятлă çын Мăрзабай çĕр айĕнче пурăнакан çынсем патне ку таранччен пĕрре те кĕрсе курманччĕ, халь, авă, хăйĕн тăванĕ вилме хатĕрленнĕ пек, çĕрпӳртрен туха пĕлмест.

Михаля куçне уçмасть, вăхăтран вăхăта йынăшкалать çеç. Хăй сывлать-ха. Тăна кĕрсен, Мăрзабай Михаляран ыйтса пĕлĕччĕ. Аташса калаçма пуçласан та, мĕн те пулин ăнланма пулĕччĕ, анчах тăна та кĕмест, аташса та пулин калаçмасть.

Укĕнет Михаляна Лешеккинчен турттарса килнĕ Мăрзабай: «Ма сăмах хушма васкарăм-ши?» — тет вăл.

— Тем пулчĕ ку чăваша. Лашине çак çын палласа илнĕ хыççăн чипер тăнă çĕртех месерле кайса ӳкрĕ, — терĕ Фальшинĕ.

Мăрзабайăн, ĕненмен çын пек пулса, вырăса куçран чăр-чăр пăхмаллаччĕ, çавăн пек тусан, тен, тĕрĕссипе каласа панă пулĕччĕ лешĕ. Çук, апла пулмарĕ çав. Сăлтавне кĕтмен çĕртенех Мăрзабай хăй тупса хучĕ: «Вăл çамрăк чухне тытамак чирĕпе аптратчĕ. Çав чирпе каллех вĕрĕлсе ӳкнĕ пуль», — тесе хучĕ. Халь акă лар ĕнтĕ кунта пуçа çĕмĕрсе.

«Лашине туртса илесшĕн юриех вĕлермерĕç-ши çынна? Апла, çын айăпне хупларăм пулать вĕт эпĕ! Халь мĕн тăвас ĕнтĕ? Фальшинне шанма çук. Çавăн евĕрлĕрех ирсĕр ĕç унччен те пулнăччĕ вĕт. Ун чух ĕçĕ пысăк инкексĕрех иртсе кайрĕ. Халь ак… Хăни те çавнашкалах усал çын пуль. Влаçсене систермелле-и? Элек çеç пулса тăрсан? Влаçсене! Влаçĕсем те çук-ха. Земски тарнă, теççĕ. При-ставĕ те хулана кайнă та халĕ те таврăнман терĕç. Хăй тăна кĕрсен, каласа парĕччĕ… Тăна кĕмесĕрех вилсе кайĕ-ши вара? Тытамак чирĕпе аптраса ӳкнĕ тесе хамах сăмах сартăм-çке капла… Ывăлне тата мĕн калăп?»

Çакăн пек шухăшсемпе тарăхса ларать старшина пулса курнă çын вилес пек выртакан Михаля умĕнче.

Ирхине мĕскĕн тăна кĕрес пек пулчĕ те, Мăрзабай хăвăртрах унпа калаçма васкарĕ.

— Михаля, итле-ха… Трашука мĕн калас? Ывăлна мĕн пулнине тĕрĕссипе пĕлтерес пулать. Трашука… Трашука мĕн калăпăр? — çине-çине-çак сăмахсемпе хупăрларĕ Мăрзабай тăнсăр çынна.

Куçне уçмасăрах сăмах хушнă пек пулчĕ Михаля:

— Хăех-хăех… — Унтан уççăнах каларĕ: — Трашук ула кĕсре утланчĕ… Хапха урлă вĕçтерчĕ…

Аташать иккен. «Хăех» тени мĕне пĕлтерет. тата? «Хăех пĕлет е хăех пурнăçне майлаштарĕ», — тесе каласшăн-ши? Çавăнтах хыпăнса ӳкрĕ Мăрзабай: «Трашука Куç-минккаран хăвăртрах чĕнтерес. Мĕншĕн çак шухăш малтанах пуçа килсе кĕмерĕ-ши?»

Мăрзабай Сăпание чĕнсе илчĕ.

— Санька Куçминккана юланутпа кайрĕ. Унран каласа ятăм, халех киле таврăнма хушрăм, — терĕ Сăпани.

— Çавраçил вăл, Санька. Хăйĕн хыçне. лаша çине лартса килес çук вăл Трашука, — терĕ Мăрзабай. — Чуп-ха пирĕн пата. Хамăн лашана кӳлсе кама та пулин Трашука хирĕç ăсатчăр. Хăй çапла хушрĕ те.

Çакăн хыççăн Мăрзабай кăшт лăпланчĕ — çапах та пĕр ырă ĕç тунă пек туйăнчĕ ăна. Хăй вара Михаляран тăнлă сăмах илтессе шанма çаплах пăрахман-ха, кĕтсех ларать. Ларсан-ларсан, чирлĕ çынпа калаçма тытăнать, пĕрмаях Трашук ятне асăнать.

Çук, урăх сăмах чĕнмерĕ Михаля. «Хапха урлă вĕçтерчĕ» тени унăн юлашки сăмахĕ пулчĕ.

Ура çине ĕне пуссан…

Ашшĕне пытарнă хыççăн эрне ытла Трашук анкă-минкĕленсе çӳрерĕ. Амăшĕ те тин тăна кĕре пуçларĕ. Асламăшĕ, ахаль те аран кураканскер, куççуль юхтарса пачах суккăрланса ларчĕ.

Ачалăх вăхăчĕ çак эрне хушшинче çурхи кăра çилпе вĕçее кайрĕ. Халь Трашук хăй кил пуçĕ пулса тăнине ăспа ăнланса иличчен маларах чĕрепе туйса илчĕ. Çамрăк пуç çине ватăлса килекен амăшĕпе тахçанах йӳтесе кайнă асламăшне хӳтĕлес, усрас, тăрантарса пурăнас хуйхă килсе ӳкрĕ. Трашукăн ури çине халиччен ĕне нусманччĕ çав. Халь хытă ыраттарса пусрĕ.

Трашук пек тăлăха юлнă ачасем ялта татах та пур. Анчах вĕсен пӳрчĕ-çурчĕ те, хуçалăхĕ те Трашукăнни пек мар. Трашукăн хуçалăхĕнче ватăлса çитнĕ ĕнепе туса çитереймен хыçсăр çунаран пуçне урăх нимĕн те çук. Ĕçлессе те тара кĕрĕшсе ĕçлеме тивет.

Тата тепĕр пысăк хуйхă пур Трашукăн: вĕренме пăрахас пулать ĕнтĕ. Виçĕ уйăхран шкул пĕтермеллеччĕ. Пулмарĕ. Халь епле те пулин Куçминккари шкула пĕтеркелесен те усси çук: учйтеле тухас тесен, тепĕр хĕл хулара вĕренмелле.

Мĕн вĕренни, кĕнеке вулани те нимсĕрех çухалать. Çухални пырĕччĕ — пуçра, чĕрере йĕр юлатех. Кăшт ытларах вĕреннĕ çынна çын ĕçне ĕçлесе хур курасси тата йывăртарах. Ун пеккин ури çине ĕне пушшех хытăрах пусать.

Амăшĕпе иккĕшĕ вĕсем канашласа-калаçса лараймарĕç-ха. Трашукăн сăмах хускатма хăюлăхĕ çитеймест, амăшĕ Трашука кӳрентересрен хăрать: вĕренӳ пирки те, ĕç пирки те шарламасть, ывăлĕ хăй мĕн каласса кĕтет.

Çӳлти кĕпере хирĕç, Малтикас вĕçĕнче, качака сухаллă Ермишке мучи пурăнать. Ана çынсем Ĕлĕм-Чĕлĕм тесе ят панă. Вăл сăмах пуçламăшĕнчи «к» сасса кăлараймасть: «кĕмĕл» тес вырăнне «… ĕмĕл» тет. Хăй пĕрмаях чĕлĕм туртать. Чĕлĕмне тăхланран шăратса тунă. Ун пек чĕлĕме хăшĕ-пĕри кĕмĕл чĕлĕм теççĕ. Ермишке мучи те: «… ĕмĕл чĕлĕм туртатăп», — тет. Çыннисем малтанхи сăмахне тата кăшт тăрăхларах каланă та, çакăнтан вара Ĕлĕм-Чĕлĕм ят тухса кайнă.

Пĕррехинче, Трашук урампа кĕпер еннелле утса пынă чух, ăна хапха умĕнче тăракан Ермишке мучи чĕнсе илчĕ.

— Атя-ха… ĕр пирĕн пата, Трашук, хăна пул, — терĕ вăл йĕкĕте.

Пӳрте кĕрсен, Ермишке мучи аслă кинне сăмавар лартма хушрĕ, хăй Трашукпа калаçма пуçларĕ.

— Ан… улян, Трашук. Çамрăклах уру çине ĕне пуссан, çын пулатăн вара. Мĕнле пурăнма шухăшлатăн? Хăвăн шухăшна пĕтĕмпех… аласа пар, ан пытар манран. Эп сан… укку пулатăп.

Трашук хирĕç ним калама аптрарĕ. «Хăш çатан тăрринчен кукка пулатăн-Ши? — шухăшларĕ вăл. — Анне Хурăнвар хĕрĕ пулнă. Унăн пиччĕшĕсем, ман кукка пулаканнисем, Хурăнвартах пурăнаççĕ. Пĕр вуниккĕмĕш сыпăкран аннешĕн пичче пулать пуль çав… »

— Эс, мĕн… аллех… уçминккана вĕренме каяс тетĕн-им? Ан… ай, ачам. Вырăс хушшинче пурăнса çын пулаймăн. Аçуна та çав вырăссемех пĕтерчĕç пулмалла. Чăваша… ураймаççĕ весем. Эп хам та пĕчĕккĕ чух… ĕпер тунă çĕрге аттене вырăссем вĕлерес пек тӳпеленĕ хыççăн, сехре тухнипе çапла… алаçакан пулса юлтăм. Эс те мана… уç хыçĕнче Ĕлĕм-Чĕлĕм тесе чĕнетĕн пуль, шельма.

Трашук Ермишке мӳчи калаçнă майăн хăй паллакан вырăс çыннисене аса илчĕ. Дядя Степа, тетя Феня, Вася Черников куç умне килсе тăчĕç.

— Вырăс хушшинче те лайăх çынсем сахал мар, — терĕ вăл. — Ак, сăмахран, ман Куçминккари хуçасем. Чăваш пекех кăмăллă çынсем. Кĕтери пĕлет, Кĕтерие лайăх хăна туса ячĕç вĕсем.

— Чим-ха… ĕтери пирки сăмах малалла пулĕ, — терĕ те ватти хăйĕн «ĕмĕл» чĕлĕмне ярса тытрĕ, симĕс çулçăран вакласа тунă табакне чĕлĕм ăшне пӳрнепе пусса тултарчĕ. Унтан вăл пĕчĕк хутаçран вут тивертмелли таврашсене сĕтел çине кăларса хучĕ, вара, ăввине чул çумне майлаштарса, тимĕр çулупа çапса вут кăларма пикенчĕ.

Трашук Ермишке «куккăш» Кĕтери пирки мĕн каласса кĕтсе ларнă хушăра унăн хăтланчăкĕсене сăнарĕ. Хытă сулăнса, ахлатсах çапать чулне старик. Сулăннăçемĕн шăлпа çыртнă чĕлĕмĕ силленет, чĕлĕмри табак пĕрчисем сирпĕнеççĕ. Ăвви тивнĕ çĕре чĕлĕмĕ пушаисах ларчĕ. Ермишке мучи çуна пуçланă ăввнне пӳрне хушшине туеа сӳнтерчĕ те çĕнĕрен чĕлĕм тултарма тытăнчĕ.

— Яланах çапла, — терĕ вăл, ĕхлеткелесе, — пирвайхи чĕлĕм вут тивертиччен тăкăнса пĕтет. Халь ак ăвă пĕрре çапнипех вут хыпать ĕнтĕ.

Ермишкен кĕçĕн кинĕ, ахăлтирехскер, кулса ячĕ те сăмах хушрĕ:

— Ма ялан вут кăларса асапланан, атте? Вучахра кăвар сӳнмест пирĕн.

— Çапса кăларни тутлăрах, — терс те старик тинех чĕлĕмне паклаттарса ячĕ.

Аслă кинĕ сĕтел çине сăмавар килсе лартрĕ, çăкăр касса хучĕ. Кил хуçи шăна ларса вараласа пĕтернĕ сахăр катăкĕ илсе хăна умне хучĕ.

— Ну, эсĕр, йĕмпĕлти хӳресем… айран чей ĕçĕр. Эпир Трашукпа иккĕнех… алаçса ларар-ха. Тухăр тулти пӳрте.

Кĕçĕн кинĕ: «Юрĕ-çке, эпĕр… айран та ĕçĕпĕр», — терĕ те, чăхх тутарса, инкĕш хыççăн кайри пӳрте тухса шурĕ.

Ермишке старикĕн икĕ ывăлĕ вăрçăра, вĕсенчен халлĕхе хут килсех тăрать. Вăрçă хуйхи ку çемьере пысăк куççуль кăларма ĕлкĕреймен. Кинĕсем иккĕшĕ те — уçă кăмăллă, вăрт-варт та ĕçчен хĕрарăмсем. Кĕçĕннин ачисем çук, аслин — икĕ ывăл. Çамрăк хĕрарăмсем хăйсем хуш-шинче туслă пурăнаççĕ. Хуняшшĕ вĕсене хăшпĕр чух авланатăп тесе хăратать (карчăкĕ вăрçă пуçланичченех вилнĕ). «Пирĕн Ĕлĕм-Чĕлĕм чăнахах авлансан, мĕн тăвăпăр вара?» — хăраса ӳкет асли. «Ун пек ан пăшăрхан-ха эсĕ, — кулса лăплантарать ăна кĕçĕнни. — Пирĕн… аччă валли хĕр ӳссе çитмен». Хăй илтмен чух кĕçĕнни ялан çапла хуняшшĕне витлесе калаçать. Вуник çулхи Пăнттийĕ те пулин аслашшĕ умĕнчех çапла такăнса калаçа пуçларĕ:

«Асатте, эс мана хăçан… аптарма туса паран?» Аслашшĕ уншăн çилленмест, ачашласа кăна хăлхине пăркалать.

Кинĕсем тулти пӳрте тухса кайсан, Ермишке мучи труках хăратса пăрахрĕ хăнине:

— Сан, ачам, авланас пулать… аччă пулнă ĕнтĕ. Эпĕ хам та вунçиччĕре авлантăм.

Трашук тĕлĕнсе, хăраса ӳкнипе вĕри чейие чыхăнчĕ.

— Сан валли хĕр тупрăм, — тет ватти, каччă вăтанса кайнине асăрхамăсăр. — Çырла пек хитре, ĕçчен, уçă… ăмăллă, шăнкăрч пек юрлать. Çамрăкрах пулсан, хам… ачча илĕттĕм.

Çакна каланă хыççăн тин Трашук йăл кулса ячĕ.

— Хĕрĕ пирĕн… ӳршĕрех пурăнать, — малалла çаптарать евчи. — Тавçăрса илеймерĕн-и?… ĕтери пирки… алаçатăп… ĕтери пек лайăх хĕр ялта та, таврара та тупаймăн. Ма чĕнместĕн? Е… уçминккара майра хĕр тупрăн-и? Ахальтен мар вырăссене мухтаса ларан.

— Çук, Ермишке кукка, — тинех хуравларĕ каччă. — Авланас пулсан, чăваш хĕрнех илĕп. Вăхăт çитмен-ха. Авланиччен малтан çĕрпӳртрен тухас пулать. Çĕр айĕнче пурăнма кам килĕштĕр.

— Авланмастăн пулать, эппин, — терĕ ватти, кăмăл-сăрланнă пек пулса. — Шел. Çавах та ан ман: авланас шухăш тытсан, мана систер. Шăнкăрч пек хĕр тупса парăп… ĕтери… ăмăлна… аймасан, теприне тупăпăр.

Кайнă чух Трашука çенĕкре Ермишке кинĕсем хупăр-ларĕç.

— Кам хĕрне çураçрăр? Туйĕ хăçан пулать? — ихĕлтетрĕ кĕçĕнни. — Çамрăкрах пулсан, хам… ачча илĕттĕм темерĕ-и?

Трашук кулса аллине сулчĕ те сăмах чĕнмесĕрех тухса кайрĕ.

Ермишке мучипе тулăксăр калаçса ларни Трашукăн хуйхине çапах та кăшт сĕвĕрĕлтерчĕ. Кĕтерие асăннă хыççăн ăна Наçтук та аса килчĕ. Юлашки вăхăтра савнă хĕр сăнĕ таçта кайса çухалнăччĕ. Халь каллех куç умне килсе тăчĕ. «Ма эсĕ пуян çемьере çуралнă-ши? Кĕтери пек пулсан, халех çураçăттăм… » — шухăшларĕ вăл.

Каç пулса килет. Кăнтăрла хĕвел ăшшипе шывланнă вырăнсем халĕ каçхи сивĕпе пăрланнă. Çурхи уçă сывлăш йĕкĕте йĕкерлентерсе ячĕ. Килелле ярăнса утрĕ вăл. Амăшне арçын сăмахĕпе лăплантарас, хуйхине кăшт та пулин сĕвĕрĕлтерес, хăй пурнăç пирки татăклă шут тытнине каласа пĕлтерес…

— Анне, эп хăнара пултăм, — терĕ йĕкĕт пӳрте кĕнĕ-кĕменех. — Ĕлĕм-Чĕлĕм пире хăш енчен хурăнташ тивет? Эп сан… укку пулатăп терĕ.

Çĕрпӳртре тĕттĕм ĕнтĕ. Ывăлĕн сăнĕ курăнмасть, çапах унăн кăмăлĕ кăшт уçăлнине сисрĕ амăшĕ, хĕпĕртенипе хăй те уçăрах сасăпа хуравларĕ:

— Ара, кукку пулмасăр. Ман асаннен мăнаккăшĕ Ыхраçырмине качча кайнă. Ермишке амăшĕ ыхраçырмисем…

— Чăнах та çатан тăрринчен кукка иккен, — терĕ Трашук кулăшларах сасăпа.

— Ан кул, ачам, кăмăл ту ват çынна, кукка тесех чĕн.

— Çаплах чĕнтĕм те, вăл мана авлантарма тытăнчĕ, хĕрне те тупса хунă, — кулсах ячĕ Трашук. — Эпĕ çĕрпӳртрен тухмасăр авланмастăп тесе хурлантартăм куккана. Авланас шухăш мар-ха, тарçа кĕрĕшес шухăш ман терĕм.

Ывăлĕн шухăшне Сăпани ыйтмасăрах пĕлчĕ ĕнтĕ, хăй çапах ыйтрĕ:

— Эс Куçминккана таврăнма шухăшламастăн-им вара?

— Çук, анне, шкултан вĕренсе тухрăм, халь пурăнма вĕренес пулать. Тарçа кĕрĕшмелле нулать. Урăхла мĕнле май тупайăн… Вырăсах кайма тивет пуль е Якале, Темен куккасем патне…

— Ан калаç, ачам. Вырăса ан кай, тархасшăн. Епле пулсан та, хамăр ялтах ĕç тупма тăрăш. Эс çук чух мана Хаяр Макар чĕнтерчĕ. Аçун парăмĕ юлнă тет. Çав парăмшăн вăл сана ĕçлеттересшĕн. Парăмне татсан та хăваласа ямăп тет.

— Çук, — терĕ ывăлĕ, — Чее Миття ашшĕ патĕнче вĕлерсен те ĕçлеместĕп. Парăмне тĕрĕслĕпĕр. Тивĕçлĕ пулсан — тӳлĕпĕр.

Ывăлĕ çапла калаçни савăнтарчĕ амăшне. Пысăклансах пырать. Мăн çын пек калаçакан пулнă. Вырăсран та, Тискер Темен куккаран та хăрамасть. Çапах ялтан ярас килмест ывăлне.

— Мăрзабай Павăлĕ пăрахмарĕ пире, аçуна пытарма та пулăшрĕ. Çавăнпа калаçса пăхас мар-и? — терĕ амăшĕ аптранипе.

Ашшĕне пытарнă хыççăн ывăлĕпе амăшĕ паян пĕрремĕш хут чиртен сывалнă çынсем пек шăкăл-шăкăл калаçса ларчĕç, хушăран кулкаласа та илчĕç. Кăмака çинче ахлатса выртакан асламăшĕ те вĕсене итленĕ пулас, кĕтмен çĕртенех: «Емĕр сакки сарлака, теççĕ. Сарлака çав… » — терĕ те каллех шăпланчĕ.

— Çывăрса кайрĕ пулас, мĕскĕн, — терĕ вара Сăпани пĕр хушă шăпăрт ларнă хыççăн.

Çак кунтан Трашук пурнăç çине самаях савăк куçпа пăха пуçларĕ.

Пĕррехинче вăл Мăрзабай килне Наçтукпа Кĕтери кĕрсе кайнине курса юлчĕ те каллех канăçне çухатрĕ. Куçминккарах çырнă çырăвне Трашук халĕ те çурса тăкман-ха, тепĕр хут çырса кăшт çĕнетнĕ кăна…

Тепĕр кунне Трашук урампа Кĕтери йăмăкĕ, вуникĕ çулхи Анук, Мăрзабай çурчĕ еннелле йăпăртатса пынине курчĕ.

Пĕчĕк Анук та аккăшĕпе пĕрле Наçтук патне çӳрет. Хĕрачи шкулта лайăх вĕренет теççĕ. Трашук пекех, Мăрзабай арчинчен кĕнеке иле-иле вулать. Çав Анука чĕнсе илчĕ Трашук, çырăвне Анук урлă парса ярас шухăш тытрĕ. Анчах хĕрача ун умне пырса тăрсан, хăюсăр каччă хĕремесленсе кайрĕ, çыру пирки сăмах хускатмарĕ. «Тен, Мăрзабай патĕнче тарçăра ĕçлемелле пулса тăрĕ?» — шухăшларĕ вăл, вара Анукпа кĕнеке пирки сăмах пуçларĕ.

«Ĕмĕр сакки сăрлака», — терĕ-çке асламăшĕ пĕркун. Халăх сăмахĕ тĕрĕс çав. Анчах çак чăвашла тĕрĕс те хитре çавăрса хунă сăмаха вырăсла куçарсан, кулăшларах тухать. Вырăсăн ун пек сăмах çук-шим вара? Тен, пур та пуль…

Çав каç Трашук тĕлĕк курчĕ. Хупах, мăян, вĕлтĕрен пусса кайнă вĕçĕ-хĕррисĕр хир. Çав хир урлă утса-чупса каçас тесе тĕрмешет Трашук, шăтăк-путăксене кĕрсе ӳкет, ĕселенсе ура çине тăрать те малалла чупать, темле лачакана путса ларать. Асламăшĕ хăй курăнмасть, ун сасси çеç илтĕнет. Ахăлтатса кулать вăл, Трашука йĕрлет, çа-вăнтах вырăсла çавăрса хурать: «Век прожить — не поле перейти».

Трашук лачакаран тухма тапалана-тапалана вăранса кайрĕ. Кăшт уçă тăна кĕрсен, кулса ячĕ те шухăшларĕ: «Сăмахне вырăсла пĕлмен асанне тупса пачĕ иккен. Ха-мах илтнĕ ĕнтĕ, илтнĕ те манса кайнă, тĕлĕкре тин аса илнĕ. Тĕлĕнмелле япала: ăстăн тĕлĕкре пăтраннă хушăра та тепĕр чух тĕрĕс ĕçлет… »

Тата тепĕр эрне иртсе кайрĕ. Трашук çаплах ниçта та ĕçе вырнаçаймарĕ. Амăшĕ çав хушăра Мăрзабайпа калаçса пăхнă.

— Эпĕ хам та сирĕн пирки шухăшламан мар, — тенĕ ăна Мăрзабай Павăлĕ. — Çав çăткăн Хаярпа ан çыхланăр. Пулман парăмшăнах ачан чунне кăларĕ вăл, эсремет. Хăвах пĕлетĕн, пĕр тарçă пекки пур ман, Тимук. Анчах Çимун салтака кайнăранпа эпĕ те ал çитменнипе аптракан пултăм. Хам вăйран тайăла пуçланă ĕнтĕ. Кăмăлăр пулсан, Трашука хам пата илĕп. Тимук ăна хресчен ĕçне вĕрентсе хăнăхтарĕ. Эпĕ те сире выçă хăвармăп, пулăшма тăрăшăп. Макарĕ вара парăм пирки манпа калаçтăр.

Çак савăнăçлă хыпарпа таврăичĕ киле Сăпани. Çапах Трашук ытлашши хавасланса ӳкмерĕ.

— Питех ан шантар, анне, Павăл мучие. Ан васка. Мĕн тăвассине. хамах тăвăп, — терĕ ывăлĕ.

Эх, Наçтук пулмасан, пĕртте иккеленмĕччĕ Трашук. Мăрзабай килĕнчен лайăх вырăн тупаймăн. Йĕкĕт Рамашран çыру кĕтет-ха. Хăйĕн хуйхи-суйхи пирки пĕтĕмпех çырса пĕлтерчĕ вăл ача чухнехи тусне. Иккĕленсе, шухăша кайса кĕтет çырăвне: «Астăвать-ши вара мана Рамаш? Урăх туссем лăках пуль халь унăн. Ашшĕпе пĕрле пĕрре те яла килсе курмарĕ. Чулçырмашăн тунсăхламасть-ши?»

Çук, Рамаш манман авалхи тусне. Хуравлă çыру час килсе çитрĕ.

«Эпир те аттесĕр пурăнатпăр, — çырать Рамаш. — Пĕл-тĕр ăна та, хĕрĕхе çитсе пыраканскере, вăрçа илсе кайрĕç. Икĕ пĕчĕк шăллăм вилсе кайнă хыççăн та, аттене шутламасан, пиллĕкĕн эпир. Еçлекенни эпĕ пĕчченех. Эпĕ те, сан пек вĕренме пăрахса, ĕçлеме кĕтĕм. Пĕр лавккаçă патне приказчике вырнаçрăм. Хресчен ĕçĕнче хирте тар юхтарни мар. Эсĕ те приказчике кĕр. Унта вырнаçаймасан, кунта кил. Эпĕ сана лайăх вырăн тупса парăп… »

«Аçта унта Пасарлăяла çити каясси! Якале те ярасшăн мар анне», — шухăшларĕ йĕкĕт, хăй çапах çак çырăва илнĕ хыççăн Санька ашшĕпе калаçса пăхрĕ. «Приказчик мана кирлĕ мар, — терĕ чăлах алăллă чее вырăс, — анчах ĕçлес тесен, ĕç тупăнĕ. Ак халь хулана икĕ лашапа тавар илме каймалла. Çын кирлĕ пулать».

Трашук килĕшрĕ.

Хулана кайма хатĕрленнĕ кун ирхине Санька та кил-картине тухрĕ. Ашшĕ курман чух вăл Трашукран:

— Мэн чул дӳлеме булчи? — тесе ыйтрĕ.

— Калаçман. Тӳлет пуль-ха мĕн чухлĕ те пулин, — хуравларĕ Трашук.

— Лартать выл сана. Хыт куккар выл.

Чăнахах та виçĕ кун хулана кайса кӳтсе çӳренĕшĕн лавккаçă Трашука çирĕм пус кăна тӳлерĕ. «Приказчикре ĕçлесе çитĕ», — терĕ вара Трашук хăй ăшĕнче.

Халь ĕнтĕ Трашукшăн тиркешсе тăмалли юлмарĕ: е Хаяп Макар патне кĕрĕш, е Мăрзабай патне.

Пĕррехинче Трашук каç енне киле таврăнчĕ те Наçтук патне çырнă çырăвне çурса вакласа тăкрĕ, вак татăкĕсене тула тухса çилпе вĕçтерчĕ.

— Юрĕ! — терĕ вăл амăшне. — Ыран Мăрзабай патне пурăнма куçатăп.

— Юрать, юрать, ачам, пит лайăх! — савăнса кайрĕ амăшĕ.

Ывăлĕн канăçсăрланса пăшăрханакан кăмăлне сисеймерĕ çав вăл.

Марзабайсем

Павел Алексейччăн аслашшĕне пушкăртсемех Мăрзабай ят панă. Киселев помещикăн управляющийĕ шаннă ăна: чеелĕхĕ те пур, сăпайлăхĕ те, йĕркелĕхĕ те. Пĕр-пĕр ĕç тума ним çукранах мелне тупать. Помещик тыррине хулана лавĕ-лавĕпе турттарас ĕçе çавăн урлă тунă. Лава чупакансене вăл пушкăрт, чăваш, вырăс хушшинче тупнă. Тепĕр чух управляющи хулана хăй кайма ӳркеннĕ. Тырăшăн укçа илес, лавсемшĕн расчет тăвас ĕçе те çав Мурзабайкă ятлă чăвашах шаннă.

Хуларан харсăр чăваш час-часах пысăк укçапа таврăннă. Çавна сисекенсем пулнах пуль. Пĕррехинче çав пĕрремĕш Мăрзабай, хулана чиперех кайнăскер, килне таврăнман. Стражниксем ун виллине ялтан çирĕм çухрăмри Купăста варĕнче тупнă. Те такам çĕçĕпе пуснă ăна, те — хăйне хăй.

Пысăк та çивĕч хăйранă, юнпа вараланнă çĕçĕ çавăнтах, виле çумĕнче, выртнă.

Влаçсем сăлтавне те, айăплисене те тупайман. Мăрзабай çумĕнче укçа пулман курăнать: улпут таврашĕсем Мăрзабайсене кансĕрлемерĕç, укçа шыраса вĕсен хуçалăхне тĕкĕнмерĕç. Халăх хушшинче çеç тĕрлĕрен калаçса ирттерчĕç: хăшĕсем Мăрзабай Микулайĕ вилнĕшĕн пушкăртсене айăпларĕç, теприсем вăл хăех улпут укçине картла выляса янă та хăй çине хăй алă хунă терĕç. Вăхăтсăр вилнĕ Мăрзабайăн пысăк ăстăнлă та пуринчен ытла вĕреннĕ мăнукĕ Тимуш кайран çапла каланă: «Ырă пушкăртсем асаттене чаплă ят панă, усал пушкăртсем ун ĕмĕрне кĕскетнĕ… » — тепĕ, тет.

Çапла пулнă пулин те, çавăнтанпа Мăрзабай таврашĕсем пушкăртсемпе пĕлĕшленме пăрахнă. Мăрзабай Павăлĕ тесен, вăл ытларах вырăссемпе туслашнă. Чăвашăн авалхи йăлисене манман вăл, çав йăла-йĕркесене самаях хисепленĕ. Çапах хăй вырăс йăлисене те, вырăс культурине те пĕр иккĕленмесĕр йышăннă, весене чăваш хушшине сарма тăрăшнă.

Павăл хресчен ĕçĕнчен писмен, ашшĕ хăварнă самай хуçалăха упраса ӳстерме тăрăшнă. Лешеккинчи пуçламăш шкула пĕтернĕ хыççăн хăй урăх вĕренесшĕн пулман, анчах шăллĕнĕ вĕрентме тăрăшнă. Вуласса вара Тимушран юлмасăр вуланă. «Ухмаха ернĕ» шăллĕ сасартăк вилсе кайнă хыççăн ун кĕнекисене тустарман, тустарма мар, çĕнĕ кĕнекесем туянса, Павăл Тимушăн асăнмалăх библиотекине пуянлатнă. Кĕнекисене хăй те юратса вуланă, хут вĕренекен çамрăксене те вулаттарма тăрăшнă.

Ашшĕн хуçалăхĕ самаях пулин те, Мăрзабайсем ялти ятлă пуянсен шутне кĕреймен. Анчах йĕкĕр те теветкел çамрăк Мăрзабай хресчен ĕçне тĕплĕн тума тăрăшнă, çав çĕр çинчех вăл Хаярсемпе Медведевсенчен ытларах тырпул пухса илнĕ. Вăл хулара «мерикансен» Мак Кормик компани агенчĕпе пуринчен малтан паллашнă та, кредитпа усă курса, тĕрлĕ машинăсем, молотилка таран, кĕтмелле туяннă.

Турра ĕненмен шăллĕн çылăхне çырлахтарасшăнах тенĕ пек, Павăл пупсемпе, тиечуксемпе туслашнă, чиркӳ валли укçа шеллесе тăман. Ун пек тараватлă çынна вара кĕçех чиркӳ старости туса хунă. Мăрзабайăн ырă ячĕ пĕтĕм тавралăха сарăлнă. Нумай та вăхăт иртмен, ăна (чăвашран пĕрремĕш хут) вулăс старшинине суйланă. Сакăр çул вăл вулăс пуçлăхĕ пулса пурăннă. Вăрçă пуçлансан тин, хуçалăхĕ юхăна пуçланине кура, аран-аран çак чаплă ĕçрен хăтăлнă.

Мăрзабай пĕр ывăл, икĕ хĕр тата шăллĕн ывăлне пăхса ӳстернĕ. Çимуна вăл тăван ывăлĕнчен хытăрах юратнă. Те лешĕ ачаллах тăлăха юлнăран (ун амăшĕ те çав вăхăтрах ашшĕ чирĕпех вилнĕ), те вĕсен кăмăлĕсем пĕр пекрех пулнăран. Çимун мучăш пекех хресчен ĕçне юратнă, ваттисене хисепленĕ, — уçă та ырă кăмăллă ача пулнă. Мăрзабайăн тăван ывăлĕ, амăш пек кăра çилĕллĕ, чурăс кăмăллă Назар, ашшĕне час-часах кӳрентернĕ. Хулари гимназие пĕтернĕ хыççăн вăл киле таврăнман, Самара кайнă та хăй ăссĕн çар шкулне вырнаçнă. Вăрçă пуçлансан, ăна офицер чинне кĕртнĕ. Халĕ Назар — темле генерал адъютанчĕ.

Назартан çыру сайра хутра килкелет. Çимунĕ, пĕлтĕр çеç вăрçа кайнă пулин те, час-часах çырса тăрать. Иккĕшĕ те темиçе хут çапăçура пулнă, анчах пĕри те суранланса курман-ха.

Наçтук — Мăрзабайăн иккĕмĕш хĕрĕ. Унăн аккăшĕ Кулине те качча кайман-ха. Кулинепе Наçтук иккĕш те пĕр калăппа тунă хĕрсем: пĕр сăнлă, пĕр кĕлеткеллĕ, кăмăлĕсем те, пĕрре пăхсан, пĕр пекрех курăнаççе. Анчах Наçтукăн сăнне те, кăмăлне те куçа курăнман темле çăлтăр çутатса тăнă пек туйăнать. Кулинен ун пек çăлтăр çук. Çавна ашшĕ те лайăх сисет пуль. Наçтука юратать вăл, Кулинешĕн пăшăрханать. Аслине епле вырнаçтарас-ши? Каччисене, аслăраххисене çеç мар, Кулине тантăшĕсене те вăрçа илсе пĕтереççĕ. Мăрзабай та хăйĕн хĕрне вырнаçтараймасан, ыттисем ăçта кайса кĕрĕç? Хĕрсене халех Таллă мăнастирне ăсатмалла-и? Çапах та Мăрзабай аслин шăпи пирки пĕр шухăш тытнă-ха, каччине те палăртса хунă вăл, анчах хăй шухăшне халлĕхе никама та пĕлтермест.

Ашшĕ мĕн шутланине Кулине. пĕлмест, çавăнпа хăйĕн шăпи пирки хытă кулянать.

Тĕрĕссипе каласан, Трашук ахалех иккĕленет. Мăрзабай кил-çуртĕнче ют çын мар вĕт вăл. Унччен те çулла, ĕç вăхăтĕнче, ун патĕнче ĕçлесе курнă. Анчах ун чух Çимун пурччĕ. Халь вăл салтакра.

Çимун Трашукран пĕр пилĕк-ултă çул çеç аслăрах. Çапах авланнă çын ĕнтĕ. Ачи те пур. Мăрзабай Павăлĕ шăллен ывăлне çамрăклах васкаса авлантарнă.

Пĕлтĕр Çимунпа пĕрле хирте ĕçлени Трашукшăн пит усăллă пулчĕ. Трашук хуçалăхсăр ашшĕ килĕнче ĕçе хăнăхса çитеймен. Çимун Трашук мĕнле ĕçленине пăхать-пăхать те кулма тытăнать:

— Эй, эс… чухăн улпут! Сенĕке çапла тыткалаççĕ-и ăна? Ак, пуян Мăрзабай таврашĕнчен ĕçлеме вĕрен, — тăрăхласа вĕренткелет вăл çамрăк юлташне.

Пĕррехинче вĕсем иккĕш виçĕ лашапа аякри хиртен кĕлте турттарчĕç. Йăлтах аптрарĕ Трашук: вăл кăрман тĕпне вунă кĕлте пăрахнă çĕре Çимун кăрманĕ тулса та каять.

— Эх, çĕрпӳрт улпучĕ, — тет каллех вара Çимун, — ĕçе хăнăхман çав эс. Сан, вырăссем каларăшле, сноровка тени çук. Ак пăх-ха: эс кĕлтене мĕнле килнĕ çапла чиксе йăтатăн. Кĕлтене пĕр вĕçĕнчен чиксе йăтсан, вăл темиçе хут йывăрланать, саланса кайма та пултарать. Сенĕкне пучах енчен тăрса çыхă айне чик. Вара кĕлти хăех кăрман тăррине вĕçсе хăпарать.

Çапла ĕçлеме вĕрентетчĕ Çимун Трашука.

Хăшпĕр чух вăл кӳршĕ ачине хăйпе пĕрле выртмана та илсе каятчĕ. Мăрзабайăн лаша ытла нумайран мар, калаçма юлташ пултăр тесе чĕнетчĕ Çимун Трашука. Килте чĕмсĕр çын, вăл çамрăк юлташĕпе вĕçĕмсĕр калаçатчĕ. Çимун хăй те Куçминккара вĕреннĕ. Кĕнеке те нумай вуланă. Выртмара лашасене тăлласа ярсан, вĕсем вут хурса çĕрулми пĕçеретчĕç, хăйсем вут умĕнче хăшпĕр чух ирчченех калаçса ларатчĕç.

— Вĕренменни начар, кăшт кăна вĕренни пушшех тарăхтарать, — сăмах пуçлатчĕ Çимун. — Çăлтăрсем хушшинче планетăсем те пуррине пĕлни мĕне кирлĕ мана? Хресчен ĕçне тума пулăшмасть вăл. Чуна тарăхтарать, ăса ашкăнтарать кăна. Патша çуртĕнче Гриша Распутин пăтратса пурăнни çинчен те пĕлме кирлĕ мар пире. Ак кĕçех мана та вăрçа илсе кайĕç. Камшăн юн тăкмалла? Çав путсĕр Распутиншăн-и? Ăстăнпа хавшак патшашăн-и? Е пур-çук турăшăн-и? Турри чăнах та çук нуль. Пур пулсан та, шуйттанран тайăнрах. Хăй ĕрчетнĕ этем йăхне пĕр шеллемесĕр пинĕ-пинĕпе, мĕльюнĕпе вăрçăра вĕлерттерет. Ман аттене çакăн пек шухăшсене никамран пытармасăр каланăшăн çынсем: «Кĕнеке вуласа ухмаха ернĕ», — тенĕ. Тăван ялтах пуриншĕн те ют, усал çын пулса тăнă вăл… Тупата туршăн. Чахрун Мишши пиртен ăраскаллăрах. Вăл Чӳккукринче кăмăшка вĕретсе ĕçет те ял тăрăх çапкаланса çӳрет. Хăйĕн Емпĕлти Альтукĕ çав вăхăтра кампа емпĕлтетнине те сисмест.

Çакăн пек сăмахсемпе çамрăк чуна пăтрататчĕ Çимун. Тепĕр чух урăхларах сăмахсем те пуçлатчĕ, чĕрене тата хытăрах ыраттаракан туйăмсем пирки Трашукпа çывăх туспа калаçнă пек калаçатчĕ. Хăйĕн ача сăнĕ пек хĕрлĕ сăнлă çамрăк арăмне юратмасть иккен Çимун. Лешеккинче унăн юратнă хĕрĕ пурăнать. Майра хĕрне юратса пăрахнă вăл, анчах мучăшĕ Çимун кама юратнине ыйтса тăман, кайнă та Ыхраçырми хĕрне çураçса килнĕ. Çимун — йăваш чун, мучăш ирĕкĕнчен тухайман. Пĕлет вăл: вырăс хăйĕн хĕрне чăваша парас çук. Мăрзабай Павăлĕ те, ятлă çын пулнăран вырăссемпе явăçать пулин те, чăвашран писмен, майра хĕрне киле илсе килсе, халăх умĕнче намăс курас çук.

— Чăваш чăвашах илмелле тесе мăкăртатрĕ вăл мана авлантарас умĕн, — тет Çимун. — Эп майра хĕрĕпе çӳренине сиснĕ пуль, эсрел. «Юманпа çăка мăшăрланмаççĕ, майра чăваш каччăшăн мăшăр мар», — текелерĕ тата. Хăшĕ юман, хăшĕ çăка пулнине каламарĕ хăй. Ман шутпа, юманĕ — вырăс. Чăвашĕ çăках пуль. Унран такам та пушăт тирме пăхать. Хăйĕн юратнă хĕрне, гимназисткăна, кама качча парĕ-ши, апла пулсан? Вĕреннĕ каччă чăвашра епле тупĕ-ши? Эх, Мăрзабай, Мăрзабай! Мана атте пек юратнă çĕртенех пурнăçăма пăсса хутăн.

Çак сăмахсем Трашук чунне те пăлхатса ячĕç. Кăшт шанчăк та пачĕç пек. Вĕреннĕ те культурăллă каччă! Трашук вĕренет-çке, культурăллă çын пулма та тăрăшĕ вăл. Анчах шухăш-туйăмĕсене юлташне систерес темерĕ, калаçăва урăх еннелле пăрса ячĕ:

— Тĕлĕнтертĕн эс мана, Çимун пичче! Тăван мучуна Мăрзабай, тесе чĕнетĕн. Эс ху Мăрзабай мар-и вара?

— Çук, ача, эпĕ Мурзабаев мар çав. Атте пушкăртсем панă ята юратман, Мурзабаев хушамата та кăмăлламан. Мана тĕне кĕртнĕ чух чиркӳ кĕнеки çине Николаев тесе çыртарнă, çав апăрша аслашшĕ ячĕпех. Назара та, хăй ун хреснашшĕ пулнипе, çаплах Николаев хушаматпа çыртарнă. Пирĕн Павăл мучи юлашки Мăрзабай-Мурзабаев пулса тăчĕ ĕнтĕ.

Анчах Мăрзабайĕ хăй ят пирки мар, йăхĕ пирки ăшаланать. Назар вăрçăра пĕтсен, ашшĕн пĕртен-пĕр ар туратти хăрса ларать. Вилмесен те, ялта пурăнса, Мăрзабай ăрăвне ĕрчетес çын мар вăл. Çавăн пирки пăшăрханать те Мăрзабай. Çимуна вăл ывăлĕнчен те юратарах парать, анчах Çимунĕ Павăл ывăлĕ мар çав, Тимуш ывăлĕ.

Павăл, ваттисен йăлипе, хĕрне курнă-курман авланнă. Хытă кăмăллă арăмне юратмасть. Укахви уишăн аптрасах кайман, хăй те упăшкине кăмăлламан вăл. Унăн тăванĕсене вара пачах сивĕтсе пĕтернĕ. Тăлăх Çимуна та, ют ача вырăнне хурса, пайтах макăртнă. Йăваш упăшки Çимун пирки тепĕр чух урса кайса харкашнă чурăс хĕрарăмпа. Пурăна киле Мăрзабай çемйинче икĕ е уççăнах, е вăрттăнах хирĕçекен ушкăн пулса тăнă. Мăрзабай кĕçĕн хĕрне ачашшăн ӳстерме пăхнине курсан, Укахви аслипе варлăрах пулма, тăрăшнă. Çимун пирки унчченех асăнтăмăр. Назар ӳсе киле çавна асăрханă та, амăшĕ çумне туртăнса, икĕ ушкăна шутпа танлаштарнă. Çимун авланнă хыççăн пĕр ушкăнĕ ытларах пулмаллаччĕ пек, анчах йăваш чунлă Пăлаки, упăшкин чун ăшшине туйса курманскер, нихăш енне те хутшăнман, пурне те юрама тăрăшнă.

Елĕкхи йăлана çирĕп тытакан Хурăнвар пуянĕн хĕрĕ Укахви упăшкин сăмахне хăлхана чикмерĕ, майралла тумланма килĕшмерĕ. Аслă хĕрĕшĕн те майра тумне йышăнмарĕ вăл, ăна шкула вĕренме те ямарĕ, хура ĕçе хăнăхтарчĕ. Павăл вара вĕсене хистеме пăрахрĕ те кĕçĕн хĕрне хăйĕнпе пĕрле Куçминккана илсе кайрĕ: майралла тумлантăр, вырăсла калаçма лайăхрах вĕрентĕр. Хулари гимназие вырнаçтарас умĕн вăл Наçтука хула майрилле тумлантарчĕ. Лешĕ хаваслансах килĕшрĕ, тумĕпе ялти е Куçминккари майрасенчен ирттерсе ячĕ — улпут хĕрĕ тейĕн.

Хуларан савçимех киле таврăнсан, амăшĕпе аккăшĕ «хула хĕрачине» кӳрентересшĕнех: «Хăвăн чечен тумна хăвах çу, эпĕр ун пеккине çума чухлаймастпăр, çĕтме пул-таратпăр», — тесе шӳтлĕн тăрăхланă. Наçтукĕ шӳтне сисмен, чăнах та хăйĕн тумтир таврашне хăех çуса тасатма вĕреннĕ. Ашшĕ хĕрне уншăн мухтанă, чечен тума якатма утюг илсе панă.

Кĕпе çăвас ĕçрен урăхла хура ĕç туман Наçтук, кĕнеке вуланă та тĕрĕ тĕрленĕ. Тĕрлессе те, хулара хăнăхкаланăскер, чăвашла мар, майралла, пир çине те мар, батист е пурçăн çине тĕрленĕ. Наçтука ашшĕ купца е пĕр-пĕр учитель майри пулма хатĕрлет тенĕ вара çынсем.

Наçтук Кĕтерирен кĕçĕн мар. Анчах вĕсем иккĕшĕ хăйсем хушшинче мĕн-мĕн калаçнине' итлесе ларсан, Наçтук Кĕтери умĕнче айван хĕрача пек курăнать. Вăл, чăнах та, каччă пирки шухăшламасть, ĕмĕр ашшĕ килĕнче пурăнма хатĕр. Кĕтери хĕрсем-каччăсем çинчен çăмах хускатсан, Наçтук кулма тытăнать, тантăшĕн шухăшĕ-туйăмĕсене ача вăййи еннелле çавăрса ярать. Кĕтери, хăй чеерехскер, акамĕ пирки те хăйне май шухăшлать: «Эс апла юптарма пĕлетĕн пулсан, эпĕ те вăлтма пĕлетĕп», — тет хăй ăшĕнче. Сăмахпа çапла калать:

— Атя-ха, юмахри пек качча кайса курар. Эпĕ сан пек пуян хĕрĕ пулсан, Чее Миттяна е Санькăна качча кайăттăм. Çапла-и?

— Эс пулсан, çапла пуль, — хуравлать Наçтук именнĕ пек.

— Эс пулсан тата? — тĕпчет Кĕтери, хура куçне ялкăштарса.

— Эпĕ нихçан та качча тухмастăп, эп Таллă мăнастирне кайса мăнашка пулатăп, — тет Наçтук, кулмасăрах.

— Ан ухмахлан! Кулинесем мăнастире кайччăр. Вĕсен каччисем вăрçăран таврăнаймаççĕ пуль. Пирĕн каччăсем ӳссе çитнĕ çĕре вăрçă пĕтет, — татса хурать Кĕтери. Унтан каллех тĕпчеме тытăнать: — Чее Миття каччă мар-и?

— Ытлашши чее.

— Санька чее мар.

— Çăмăлкка та вĕçкĕн.

— Ан тиркешсе лар, Наçтук. Ялта сана тайăн каччă урăх çук. Чухăна аçу пурпĕрех памасть сана. Капла чăнахах каччăсăр тăрса юлăн, ирĕксĕрех мăнастире каймалла пулĕ.

— Ан йĕкĕлте, Кĕтери! Асту: çиллентерсен, хăвăн чун савнă каччуна сивĕнтерĕп, чухăн тесе пăхса тăмăп! — тет Наçтук, кулкаласа.

Кĕтери те кулма тытăнать:

— Ман каччă — ял тулли. Пурне те сивĕнтереймĕн. Пĕлессӳ килсен, ман кӳршĕрех каччă пур.

— Кам?! — чăнахах тĕлĕнсе ыйтать Наçтук.

— Вăт, пĕлместĕн те. Ăна сивĕнтереймĕн, вĕри каччă. Ĕлĕм-Чĕлĕм каччă мар-и? Халĕ те кинĕсене авланатăп тесе хăратать.

Пĕррехинче, шăп çапла калаçса ларнă чух, тулти пӳртре Наçтук ашшĕн сасси илтĕнчĕ. Хĕрсем шăпăрт пулчĕç.

— Амăшĕ, илтетни? Михаля çемйине пăрахас мар терĕм. Пире пурпĕрех ĕç вăхăтĕнче тепĕр тарçă кирлĕ пулать. Трашука халех илес тетĕп. Ачи ĕçе хăнăхса çитмен-ха. Хăнăхĕ. Пĕлтĕр Çимунпа аванах ĕçлерĕ. Калаçса татăлтăмăр. Ыран пирĕн пата пурăнма куçать.

Наçтук Кĕтери еннелле вăрттăн куçпа шуса илчĕ. Лешĕ çӳхе тутине чăмăртаса çĕрелле пуçне чикрĕ.

Алăк уçăлсан, Кĕтери хуçа хыçне пулса йăпăрт турĕ тулалла. Ашшĕ Наçтук патне çывхарчĕ, кĕсйинчен çыру кăларса аллине тăсрĕ.

— Пурпĕрех, ку хыпара санран пытараймăн. Ме, хăвах вула. Вăрçă инкекĕ пире те килсе тиврĕ. Çимун йывăр суранпа госпитальте выртать.

«Аннене ним те каламарĕ-ха атте Çимун пичче пирки, — шухăшларĕ Наçтук. — Упăшкин тăванне юратмасть çав анне. Маншăн Çимун пичче тăван пиччерен те хăклăрах».

— Инкене каларăн-и? — ыйтрĕ Наçтук ашшĕнчен.

— Калаймарăм çав. Эсĕ кала. Кăшт суранланнă, госпитальтен тухсан киле таврăнать пуль тесе йăпат. Çырăвне ан кăтарт, çырăвĕ аттере те, — туртса илме пултарать. Вара пĕр-пĕр хут пĕлекен çынна вулаттарĕ. Ав ыран Трашуках вулаттарма пултарать.

Килйышсем илтесрен асăрханса Мăрзабай хĕрĕпе вырăсла калаçрĕ. Хĕрĕ те вырăсла хуравларĕ.

— Юрĕ, атте. Полина питĕ ырă çын вăл, ăна ытлашши хурлантарас килмест çав.

Хĕвел пăхрĕ ăшăтса

Трашук вуласса нумай вуланă та пуçне сахалтарах илнĕ. Халĕ вулама вăхăт çук, шухăшсем вара вĕркĕшсех тăраççĕ. Çамрăк йĕкĕт çынсене тимлĕнрех сăна пуçларĕ, вĕсен сăмахĕсемпе хăтланăвĕсене аса илет, шухăша каять.

Çимун сăмахĕсем аса килеççĕ, вĕсен пĕлтерĕшне тин тавçăрма пуçланă пек туйăнать ăна. Халь унпа калаçса курасчĕ! Елĕкхи пек чĕмсĕр итлесе лармĕччĕ вăл, хăйĕн аслă юлташне тĕрлĕ ыйтусемпе аптратса чыхăнтарĕччĕ.

Павăл мучи Çимун пиччерен айванрах мар пуль. Турă пирки те, патша иирки те унăн хăйĕ.н ăнланăвĕ пурах ĕнтĕ. Унпа калаçса курасчĕ. Е пуп патне каяс та тӳрех. ыйтас: «Кала-ха чăннниех, пачăшкă, турă пур-и вăл е çук та-и?» Пĕлсен те каламĕ, эсрел. Е вăл хăй те пĕлмест-и? Пĕлмест пуль. Мăрзабай та пĕлмест, никам та пĕлмест.

Кăяш Тимкки тата? Эх, çав çын халь яла килсе кĕрсен, Трашук унпа пĕр именмесĕрех калаçĕччĕ. Елĕксенче час-часах пулкалатчĕ вăл Чулçырмара — Рамашсем патне е Ятрус патне килетчĕ. Пĕчĕккисемпе пысăккисемпе калаçнă пек калаçатчĕ, вылясса вара хăй те пĕчĕк ача пек вылятчĕ. Тĕрлĕ тĕлĕнмелле кăсăк хыпарсем, историсем каласа паратчĕ. Юмахлас-сăмахлас енчен вăл Шатра Миккаран та ирттеретчĕ. Çавăн пек çынсем кĕнеке çыраççĕ пуль…

Пĕчченлĕх питĕ хăрта пуçларĕ Трашука. Халĕ вăл Мăрзабайăн картишĕнчи пӳртре чĕмсĕр те тискертерех Тимукпа пĕрле пурăнать. Пӳрчĕ пысăк мар пулин те, ăна икке уйăрнă. Пӳрте икĕ вĕçрен кĕме икĕ алăк каснă. Шалти стенара вара алăк çук. Çав пӳртре мал енче Çимун çемйи пурăнать, кай енче — Тимукпа Трашук. Урам тăрăх тăсăлса ларакан шăвăç витне, хĕрлĕ крыльцаллă, аслă та ирĕк пӳртре таса Мăрзабайсем çеç пурăнаççĕ. Икĕ тарçă хуçасенчен уйрăм апатланаççĕ. Апат-çимĕç вĕсене Пăлаки е тепĕр чух Кулине килсе парать.

Пĕррехинче йĕкĕт Кĕтерие тĕл пулчĕ. Лешĕ Трашук умнех пырса тăчĕ, вут-хĕлхемлĕ çĕмĕрт куçĕпе каччă çине тăрăхласа пăхса илчĕ те:

— Пĕр çуртрах пурăнатăр ĕнтĕ, — терĕ. — Çырусăрах шăкăл-шăкăл калаçатăр пуль, унăн ĕçре хытман кăпăш аллине те ачашшăн чăмăртаса куртăн пуль, чие куçран тĕмсĕлсе пăхатăн пуль.

Çапла ĕрĕхсе пакăлтатрĕ-ахăлтатрĕ те Кĕтери çавăнтах таçталла ыткăнчĕ.

— Арçури, качака таки! — мăкăртатса вăрçрĕ Трашук, лешĕ куçран çухалсан. — Пĕр çуртра! Çуртра мар, картишĕнче пурăнатăп эпĕ, кайри выльăх картишĕнче.

Чăнах та, Мăрзабайăн картишĕ те пĕрре мар, иккĕ. Малти яланах тăп-таса. Кунта ăпăр-тапăр япала çук. Кайри картиш темиçе хут пысăкрах. Вĕсене хăма хӳме уйăрса тăрать. Малтинчен кайрине тухма-кĕме хапхи те, калинкки те пур. Хыçалти картишре — выльăх витисем, икĕ аслăк. Аслăк çийĕнче — утă-улам куписем, айĕнче — урапа-çуна таврашĕсем те тĕрлĕ ăптăр-калтăр япаласем.

«Кăпăш аллине тытса чăмăртăн, чие куçĕнчен тĕмсĕлсе пăхăн, — çавах ăшра çĕтĕлет Трашук. — Кĕтсех тăр!»

Мăрзабай килĕнче уйăх пурăнса та Наçтука курман-ха вăл. Пĕррехинче курнăччĕ, калаçас тесен, калаçма та пулатчĕ. Эх, ăçта вăл калаçасси! Трашук хапха уçса сурăхсене шăварма урамри çăл патне хăваласа кăларчĕ. Наçтук хапха умĕнче тăратчĕ. Ĕлĕкхи пек «Трашук мучи» тесе сăмах чĕнмерĕ ăна вăл, курман пекех. «Наçтук мăн кăмăллă çын мар, анчах халь курмасть-палламасть мана. Пурнăç йĕрки çапла пуль ĕнтĕ. Тарç.ăпа калаçмастпăр», — кӳренсе шухăшларĕ Трашук.

Хуçа хăй те халь Трашукпа ĕлĕкхи пек сăмах вакламасть. Пĕр Тимукпа çеç пурăнса ху та кайăкланса кайăн. Тĕлĕнмелле тискер çын çак Тимук. Çимун юратмастчĕ ăна, «Мăрзабайăн управляющийĕ» тесе тăрăхлатчĕ. Мăрзабай килĕнче унччен те вăхăтлăх тарçăсем пулкаланă, анчах Тимукпа килĕштереймен зĕсем, часах ятлă хуçа килне пăрахса кайнă.

Тимук кунта Трашук мĕн астăвассах пурăнать. Миçере-ши вăл? Хĕрĕхре е аллăра-и? Хăй пĕртте улшăнмасть пек, тахçантанпах пĕр сăнлă: сухалне такам çумласа сайралатнă тейĕн, çын çине куç айĕн пăхать. Куçĕ вара тĕксĕм те яланах ыйхăллă пек курăнать. Вăл Укахвин çывăх хурăнташĕ, теççĕ. Ăна вăл Хурăнвартан хăйпе пĕрле, тăлăха пăрахас мар тесе, илсе килнĕ пулать. Ашшĕ мĕн тесе çав «тăлăха» йышăнма килĕшнине çамрăк Мăрзабай пĕлмен. Кайран, хăй хуçа пулса юлсан, ют çынна Хурăнвара ăсатасшăн пулчĕ, анчах пултараймарĕ, арăмĕ упăшкине хирĕç ĕрĕхсе кайрĕ. Укахви йăвашрах упăшкине çĕнтерчĕ. Çапла, вара çирĕм пилĕк çул ĕнтĕ Хурăнвар чăвашĕ, хусах Тимук, Мăрзабай килĕнче пурăнать.

Çынпа хирĕçме юратман Мăрзабай малтан ют çынна вĕчĕрхенсе тӳсрĕ, кайран хăнăхса çитрĕ. Тискер те ĕçчен-ха çынни, хуçалăхшăи тăрăшать, тем те тума пĕлет хăй. Халĕ Мăрзабай унсăр пĕр-пĕр молотилкăна ĕçе яма та чухлаймĕ.

Тимукăн хушаматне никам та пĕлмест: Анчах тăрăхласа вырăс сăмахĕпе чĕнеççĕ ăна, Мирски Тимук теççĕ. Çав мăшкăллă хушамата вырăсла пĕлмен хĕрарăмсем тупса хунă. Сăмахĕн пĕлтерĕшĕ паллă çав вĕеемшĕн. Ĕне кĕтĕвĕ валли ялĕпе туяннă вăкăра çапла мирски вăкăр теççĕ. Ма çав сăмах хусах Тимук çумне пырса çыпăçнине хĕрарăмсем хăйсемех чухлаççĕ пуль…

Çав Мирски Тимукпа пурăнса хресчен ĕçне тĕплĕн вĕренме пӳрнĕ ĕнтĕ Трашука. Те хуçа сăмахне итлесе, те хăй еккипех Тимук чиперех пурăнать çĕнĕ тарçапа, ăна ытлашши вăрçмасăрах ĕçе вĕрентет, ĕлĕк ытти тарçăсемпе вăрçнă пек нимсĕр вăрçса хирĕçсе каймасть.

Чĕмсĕр те тискертерех сăнлă çынпа пурăнма та, ĕçлеме те кичемрех ĕнтĕ, анчах Трашук ӳпкелешмест-ха, Мăрзабай патне тарçа кĕнĕшĕн ӳкĕнмест. Паллах, Тимук пичче Çимун пичче мар, унпа кирлĕ-кирлĕ мара калаçса чуна уçса. яраймăн. Пырĕ-ха. Еçе хăнăхман йĕкĕте усал сăмах каласа вăрçманни те лайăх. Уншăн темле йывăр ĕç тума та хатĕр мĕскĕн йĕкĕт.

Паян çураки умĕнхи юлашки вырсарникун. Трашук ирхи ĕçсене туса пĕтерчĕ. Тимук паян тарçă ĕçне яланхи пек чĕмсĕррĕн пуçне сулса ырлас вырăнне, кулам пекки туса, тутине пăркаларĕ те сăмах хушрĕ:

— Юрĕ. Эсĕ те Хушка ту çине кай ĕнтĕ, хăвăн тăлăх телейне хӳререн çавăрса тытма тăрăш, — терĕ, хăй çавăнтах, хыçалти хапхаран тухса, таçталла сулăнчĕ.

Кăçал мункун ир килчĕ — шурă çулпа. Тусем-сăртсем çинче те вăл хура пуçне кăтартаймарĕ. Халĕ тусем-сăртсем хуралнă ĕнтĕ. Хирти хура лаптăксем те сарăлсах пыраççĕ.

Яш-кĕрĕм кăçал пирвайхи хут Хушка ту çине вăййа хăпарать.

Трашук, «управляющин» сăмахне итлесе, вăййа чупма васкамарĕ, вăл лупас тăррине хăпарса утă çине выртрĕ. Тем кĕтсе выртать-ха. Кунтан тавралăх лайăх курăнать. Çыран тăррине хăпарма тăрăшса шавлакан Чулçырма шывне те, Тук шывĕ тулса, юлхаввăн ейӳ вырăнсене йышăнса, Лешекки çурчĕсем патне çывхарнине те сăнаса выртать йĕкĕт.

Хушка тăвĕ вара ал тупанĕ çинчи пекех. Авă унта пикесемпе йĕкĕтсем васкамасăр утса хăпара пуçларĕç.

Хĕвел иртенпех пĕтĕм яла савăнтарса ăшăтса пăхать. Савăк та ĕçчен çуркунне килсе çитрĕ ĕнтĕ. Трашукшăн та çитрĕ вăл. Тăлăха юлнă йĕкĕт хуйхи майĕпе сĕвĕрĕлсе кайрĕ. Паян мĕн хĕвел тухнăранпах каччă чунне çурхи ăшă çупăрларĕ. Çӳлтен анать çав ăшă, пархатарлă çурхи хĕвелтен.

Аслăк тăрринче тем кĕтсе, хĕвел ăшшипе киленсе выртакан Трашук хăй сисмесĕрех ăшра сăвăсем кала пуçларĕ. Малтанах Пушкин сăввисем аса килчĕç. «Гонимы вешними лучами… » Унтан чăваш сăввисем таçтан çаврăнса тухрĕç:

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче

Хĕвел пăхрĕ ăшăтса.

Силпи чăваш ялĕнче

Юр ирĕлчĕ васкаса.

Чулçырма та Силпи пекех чăваш ялĕ. Кунта та çур-кунне хĕвел ăшăтса пăхать, юрĕ васкаса ирĕлет, тавралăх тĕсне улăштарать.

Тусем, сăртсем хуп-хура

Юрĕ кайса пĕтнĕрен.

Тухать курăк çăп-çăра

Хĕвел хытă хĕртнĕрен.

Çак сăвва кам çырнă-ши? Шкул кĕнекинче тупаймăн ăна. Шкул валли çырнă чăвашла кĕнекесем çук çав вĕсем. Чăвашла кĕнеке пĕррехинче Ятрус учитель вулама панăччĕ ăна. Трашук пысăк поэмăн çак сакăр йĕркине çеç астуса юлчĕ.

Хăй поэт пулсан, вăл та Чулçырмари çуркунне пирки сăвă çырĕччĕ.

Трашук Наçтук кĕçĕн хапхаран тухса ял вĕçнелле утнине асăрхарĕ. Вара хăй те лупас çинчен сиксе анчĕ те хыçалти хапхаран йăпшăнса тухрĕ, пахча çумĕпе сăрт еннелле уттарчĕ.

Çамрăк йĕкĕтĕн чĕринче сăвăри пек илемлĕ сăмахсем шăранаççĕ.

Хĕвел! Пысăк та вĕри, ырă та савăк-çке эсĕ. Хĕвел! Пĕтĕм тĕнчене, кашни яла ăшăтасшăн çунатăн эсĕ. Эсĕ ăшшăн пăхнăран тĕнче вăранать, илемлĕ тум тăхăнать, этем чĕри савăнать. Шурă юр çеç кулянать, йĕрет, куççуль тăкса çырма юхтарать. Çырми тулса каять, шарласа, кĕрлесе васкать пысăк юханшыв еннелле.

Сăртсем те ĕнтĕ, малтан хура пулнăскерсем, сисĕнмесĕрех ешерме пуçлаççĕ. Халь тĕллĕн-тĕллĕн выртакан юр хура çĕр çине шурă саплăк хунă пек курăнать. Çĕрĕ хура, саплăкĕ шурă. Çĕрĕ çирĕп, саплăкĕ çĕрĕк. Çĕрĕ ешерет, саплăкĕ çĕтĕлет, пĕтет.

Трашук вăйă сăрчĕ çине Киремет енчен, чăнкăрах, çын çӳремен тĕлтен, хăпарчĕ. Ку еннелле пăхмаççĕ, чупмаççĕ вăйăри хĕрсемпе каччăсем.

Малтан кăшт йĕри-тавра пăхкаласа тăрас терĕ йĕкĕт. Вăйăра пурте тан, Кĕтери каларăшле, Наçтукăн çемçе кăпăш аллине те тытса чăмăртама юрать. Анчах каччăн теветкеллĕхĕ шухăшра кăна, хăй, халь-халь каялла çаврăнса, анаталла тарма хатĕр. Çапах иккĕленсе, хăйĕнчен инçех мар хĕвĕшекен яш-кĕрĕме сăнаса тăрать-ха.

Çакăнта, Хушка ту çине, пĕтĕм çамрăк, ялйыш пухăнать. Сăрчĕ ял енчен пăхсан çеç сăрт пек курăнать. Кунта сăрт шĕвĕрленсе тăрăланса кайман. Ял вырăнĕнчен çӳлерех тӳремлĕ лаптăк таçта çити сарăлса выртать.

Пĕчĕкрех ачасем катара тупăлла выляççĕ. Çитĕннĕ е çитĕнсе пыракан хĕрсемпе каччăсем çывăхра хĕвĕшеççĕ.

Хĕвел ăшăтса пăхать пулин те, кунĕ сивĕрех-ха. Сăрт хĕрлĕ хăмачлă, хитре тĕрĕллĕ кĕпесемпе, тĕрлĕ тĕслĕ чĕрçиттисемпе чечекленмен. Каччăсен тĕрленĕ кĕписем те, хĕреен йĕс хӳрисемпе кĕмĕл укçаллă мăййисем те сăхман айне пытаннă. Паян карталанса, лăпкăн утса, тĕрлĕ юрăсем юрлама иртерех çав.

— Çук, паян телее хӳререн çавăрса тытаймăн, — Тимук сăмахне аса илчĕ Трашук, — тепер тесен, Наçтук хӳре те, чĕрçитти те çакса çӳремест. Çине сăхман та мар, темле çăмăл хула тумтирне тăхăннă.

Тăлăххăн сăрт хĕрринче сăнаса тăрать Трашук.

Каччăсем хăшĕ' юрласа, хăшĕ ташласа çуйăхаççĕ. Хĕрсен сасси-кулли вĕçĕмсĕр кĕленче çемĕрнĕ пек чăнкăртатать, шăнкăрав пек тĕнкĕлтетет. Сиксе вĕрет вăйă хуранĕ.

Трашук çав-çавах пĕччен тем сăнаса, шухăша кайса тăрать. Акă вăл Чее Миттяна асăрхарĕ. Куçминккаран килсе çитнĕ иккен. Хĕрсем умĕнче явăнкаласа çеç çӳрет. Лакпа витнĕ çап-çутă атти хăйĕн таçтан курăнать. Миття Трашука палласшăн та мар. Аçтан паллатăр?

Атă çăпатапа паллашмасть вăл. Миттян ашшĕ темиçе тарçă тытать. Трашук хăй тарçăра пурăнать.

Çак тĕлтенех Яхруш хăшкăлтатса хăпарчĕ. Трашук пекех, урине çăпата сырнă. Хашкаса утса пынă майăн юлташне чышса ячĕ, катăк шăлне кăтартса, кăмăллăн сăмахларĕ:

— Ма пуçна усса тăран? Атя хуралла выляма.

— Эсĕ пуçласа яр, эп каярахпа пыратăп, — хуравларĕ Трашук.

Акă хĕрсем-каччăсем хуралла выляма мăшăрланса тăчĕç. Паллах, Кĕтери хураллать. Вăл, арçын ача пек шӳхă хĕр, никамран та именмест. Тумĕ те ĕнтĕ хăйĕн чаплă мар, уринче те çăпата çеç, çапах Яхрушпа иккĕш вĕсем вăйăра туйри хăйматлăхсем пекех хăюллă, шухă. Малти мăшăр — Наçтукпа Миття. Пĕрне-пĕри тайăн тумланнă. Иккĕшĕ те ĕмĕрне çăпата сырса курман.

— Кăшшу-уй, пирвайхисене тытмастăп! — тесе кăшкăрса ячĕ те Кĕтери — вăйă пуçланчĕ.

Хытă чупать Кĕтери, анчах вăл малтанхисене мар, кайран чупнă каччăсене те тытаймарĕ-ха. Ак Наçтукпа Миття тепĕр хут чупрĕç. Миття хытă чупать. Кĕтери тавра чупса çаврăнса, Наçтукпа пĕрлешесшĕн вăл. Кĕтери ун хыççăн çил пек вĕçтерчĕ, лешĕ, унталла-кунталла чупкаласа, хĕре вăлтма тăрăшрĕ. Пулмарĕ. Труках шухланса кайнă хĕр каччăн пиншак аркине ярса та тытрĕ. Кайран «тăлăх» Наçтук Яхруша тытрĕ.

Трашук каллех кĕвĕçет. Яхруш ăраскаллă. Пурте ăраскаллă, пурте савăнаççĕ. Трашук çеç телейсĕр, тĕнчере чи мĕскĕн каччă. Шухăшра хăюллă, ĕçре хастар вăл. Вăйăра — тунката. Халĕ те пĕччен тăрать… Тунката мар-и?

Акă вăл каллех вăййа сăнама пуç.ларĕ. Халь ĕнтĕ Кĕтери мар, Евлен хураллать. Тепĕр пуян хĕрĕ. Наçтукран та хитре тумланнă хăй, Кĕтерирен те хăюллăрах. Чупаканнисем — Кĕтерипе Миття. Евлен Миттяна хăваласа çитет, хупăрлать. Миття парăнмасть: вăрт! çаврăнать те Кĕтери еннелле вĕçтерет. Кĕтери, каччине курман пек туса, аяккалла чупрĕ. Виççĕшĕ те Трашук еннелле вĕçсе килеççĕ. Трашук пăрăнса ĕлкĕреймерĕ, Кĕтери, ĕрĕхсе кайнă юпах тиха пек, ăна пырса та çапăнчĕ… Иккĕшĕ те, ту айккипе йăваланса, анаталла кусса кайрĕç. Миття, хăй те анаталла сирпĕпесрен хăраса, тăп чарăнчĕ. Евлен çав вăхăтра каччине çавăрса тытрĕ, чарăнайман пек пулса, ăна пĕр самантлăха ыталаса та илчĕ. Вăйăри çамрăксем ахăлтатса кулма тытăнчĕç.

Кĕтери сăрт айккипе чарăнаймасăр куснă вăхăтра та çухăрма, ихĕрме пăрахмарĕ. Трашук пĕр тĕмескене икĕ аллипе ыталаса илчĕ те аран кусма чарăнчĕ. Çав вăхăтрах Кĕтери те пĕр аллипе темскертен çакланчĕ, тепĕр аллипе каччăн сăхман аркине ярса тытрĕ. Çавăнтах шăпланчĕ хăй, ним пулман пек Трашук çумне ура тăсса ларчĕ.

— Аманмарăн-и, Трашук? — ыйтрĕ вăл йăваш сасăпа. Унтан ура çине тăнă качча сасартăк çĕре туртса антарчĕ те хăйпе юнашар лартрĕ.

— Ан васка, ухмах, — терĕ вăл сăпайлăн. — Ăраскалу хăш енче çӳрепине те курмастăн. Эп пулман пулсан, кунĕпех тăлăх тунката пек тăраттăн-ха. Çилленмерĕн-и? Юриех сана пырса çапăнтăм вĕт.

Трашук Кĕтери куçĕнчен тин тăиа кĕре пуçланă çын пек пăхса илчĕ те каллех пуçне усрĕ.

— Тăлăх мар-и вара? Тăлăх çаз. Атте вилсе кайнăранпа ăраскалсем манран аяккалла тарчĕç. Вĕренме пăрахса тарçа кĕнĕренпе хĕрсем те, туссем те манран ютшăнчĕç.

Кĕтери сасартăк çплленпĕ пек пулчĕ те çапла каларĕ:

— Пĕр хĕр юратни çитмест-и вара сана?

— Вăл та юратмасть çав.

— Юратать, — касса татрĕ Кĕтери. — Пĕр хĕр сана тем пек юратать. Сансăр уншăн уйăх та пăхмасть, хĕвел те ăшăтмасть.

Юлашки сăмахсене вăл куçне хупса пăшăлтатса каларĕ.

— Ăçтан пĕлен? — ура çине сиксе тăчĕ Трашук.

— Пĕлмесĕр! Каçсерен вăл хăлхаран пăшăлтатса калать мана.

— Кам? Ятне кала.

— Хăвăн чĕрӳ систермесен, кам калатăр сана?

Трашук каллех Кĕтери çумне ларчĕ, хăй те хĕр аллине тытса чăмăртарĕ.

— Тархасшăн, кала… Чăнахах мана Наçтук юратать-и?

Кĕтери ним те чĕимерĕ. Сасартăк ура çине сиксе тăчĕ те каччине çӳлелле сĕтĕрчĕ.

— Атя, тăлăх тунката! Атя, çĕтĕк çăпата, вăййа каяр. Пушмак хыççăн чуп. Эс хĕрне мар, пушмакне юратнă, теççĕ. Шыра, эппин, ăраскална, тыт хӳринчен телейне. Юриех саншăн Наçтукпа Миттяна уйăртăм, сан тăшманна Евлен аллине патăм. Халь Евлен вăйă пĕтичченех алăран вĕçертмест ĕнтĕ хăйĕн савнă каччине.

Кĕтерипе Трашук малти мăшăр умне пырса тăнине нпкам та асăрхамарĕ. Анчах Трашукĕ Кĕтери çине пăхмасть, вăл куçĕпе Наçтука шырать. Наçтук Унтрипе тăрать иккен. Вĕсен кĕçех чупмалла. «Эх, ман хуралласчĕ халь». Çапла шухăшласа та ĕлкĕреймерĕ Трашук, сăрт çине Санька хашкаса хăпарчĕ.

— Тражук, — кăшкăрчĕ вăл, — зана хузя халех киле даврынма хушрĕ.

Çутă хĕвел сӳнсе ларчĕ Трашукшăн. Мĕскĕн каччă хăй аллине çумри хĕр юлашкинчен хытă чăмăртаса илнине те сисмерĕ, Наçтук вăйăри каччине хирĕç вашлаттарса чупнине анчах курса юлчĕ вăл.

Трашукран пушанса юлнă вырăна, Кĕтери çумне, Санька пырса тăчĕ.

«Каллех пĕр-пĕр усал хыпар илсе килтĕн-и е часрах вăййа хутшăнас шутпа мана юри вăлтрăн-и эс, эсремет?» — шухăшларĕ Трашук. Çук, ахалех вырăс ачине айăпларĕ йĕкĕт. Сăрт айĕнче ăна Кулине кĕтсе тăрать-мĕн.

Марзабай хăни

Трашук сăрт çине ĕселеннĕ вăхăтра Мăрзабай хапхи умне юланутлă çын пырса чарăнчĕ. Хуçа чӳречерен пăхрĕ те пăлханса ӳкрĕ:

«Ах, турăçăм, Белянкин! Çул ӳкичченех юланутпа мĕн шыраса çӳрет-ши ку вырăс шуйттанĕ? Çул майăн çеç килсе çакланчĕ пулсан, пырĕччĕ. Юри ман пата çӳллĕ кĕпер урлă каçса, çирĕм çухрăмлă тавра çулпа килчĕ пулсан, ырра мар вара. Вулăсри эсерсен çулпуçĕ вырăнне хурать-ха хăйне хăй. Асăрхан, Мăрзабай, хăлхуна тăрат, чĕлхӳне çырт, яка калаçакан чее вырăсран чылай чеерех пулма тăрăш».

Тарăн шухăшлă Мăрзабай хуçалăхшăи пăшăрханнипе кăна мар старшинаран тухма васкарĕ: тăхăрçĕр пиллĕкмĕш çулхи пăлханусем асран каймаççĕ. Яппун варçи хыççăн иуçланчĕç вĕсем. Хальхи вăрçă темиçе хут вăйлăрах, хăрушăрах. Халăх та темиçе хут вăйлăрах пăлханма пуçлĕ. Ун пек самана пуçлансан, влаçсенчен те пăрăн, тĕрлĕ революционерсемпе те ан çыхлан. Мĕн шухăшлани пулчех вĕт. Февральти пăлхану патшана сирпĕтрĕ. Ун хыççăн, ак, пăлхавĕ пĕтме мар, сарăлсах пырать. Хăй ĕçрен вăхăтлă тухнăшăн хытă савăнчĕ старшина пулнă çын. Куçминккари тусĕсенчен пăрăнас терĕ вăл, çавăнпа юлашки вăхăтра пасара çӳреме те пăрахрĕ. Анчах «тусĕсем» ăна манасшăн мар иккен. «Белянкин хапха умне килсе тăни ырра марах. Юрĕ-ха. Ĕçтерес ăна хытăрах, ӳсĕртес. Политика пирки ытлашши калаçма асăрхантăр тесе, сĕтел хушшине тата тепĕр çын лартас… »

Çак шухăшсем Мăрзабай пуçĕнче, вăл хăнана палланă хыççăн, çиçĕм пек çиçсе илчĕç.

— Сăмавар ларт, çăмарта, шăрттан ăшала, тăварланă хăяр-купăста хатĕрле, — хушрĕ вăл арăмне, хăй хăнана хапха уçса кĕртме, «вашаватлă» кĕтсе илме васкарĕ.

Хăна килчĕ-тĕк, сăй хатĕрлесех пулать ĕнтĕ. Мĕн тумаллине, кама мĕнле сăйламаллине Укахви хăех пĕлет те, упăшкин сăмахĕ ăна пит тĕлĕнтерсе пăрахрĕ.

Хăнана шалти пӳлĕме ăсатнă хыççăн хуçа вăййа çӳреме пăрахнă хĕрĕ валли те ĕç тупрĕ:

— Трашука чĕнсе кил. Сăрт çине вăййа хăпарнă пуль. Вăл мана кирлĕ пулать. Эп ăна сĕтел хушшине чĕниччен кунта кĕтсе лартăр.

Амăшĕпе хĕрĕ, тĕлĕнсе, куçран куçа пăхса илчĕç. — Мыскараçă. Ухмаха ере пуçланă пуль аçу, — мăкартатрĕ Укахви, упăшки шала кĕрсен. — Тарçа сĕтел хушшине лартасшăн! Тăр-ухмах мар-и! Тимука чĕнтересчĕ иçмасса. Вăл хăть хурăнташ.

— Мĕн калаçан, анне. Тимук пичче вырăсла мар, чăвашла та калаçма пĕлмест. Трашук вырăсла кĕнеке вуланă пек калаçать, — сăмах хушрĕ Кулине.

— Хуп çăварна! — кăшкăрса пăрахрĕ амăшĕ. — Кай ĕнтĕ хушнă çĕре. Çул майăн инкӳне чĕн, иулăшма килтĕр.

Вырăс шурă пурçăн кĕпе тăхăннă, пилĕкне ансăр сăран пиçиххи çыхнă, уринче хром атă (калушне тулти пӳртре хывса хăварнă). Кĕрсенех вăл хура сукна пиншак аркисене сирсе, икĕ аллине те пиçиххипе кĕпе хушшине хĕстерчĕ, хуçа пек алăкăн-тĕпелĕп уткала пуçларĕ. Утнă çĕрте темшĕн кĕлеткине пĕр еннелле чалăштарать, çавна майăн çӳхе тути те темрен йĕрĕнсе чалăшнă пек курăнса илет. Çӳллĕ те типшĕмрехскер, çара янахлă, пĕчĕк уссиллĕ, çӳçне вирелле тураса янă мишавай каснă-лартнă вырăс интеллигенчĕ ĕнтĕ.

Хуçа, ăна хăнапа'таилаштарса пăхсан, сăн-сăпачĕпе те, кĕлеткипе те пачах урăхла çын. Лутрарах та кĕрнеклĕрехскер, вăл çӳçне вирелле яман, аялалла тураса йĕри-тавра пер пек кастарнă. Хура сухалĕ вара хăлха таранах, çапах ăна та вăл тирпейлĕ кастарать. Хăй уçă кăмăллă çын пек курăнать. Чеелĕхĕ пулсан та ăна вăл куç тĕпне те сухал айне пытарма пĕлет.

Хăна уткаласа çӳренĕ вăхăтра хуçа та, хăнана чыс туса, кăшт тумланкаларĕ: кăвак кĕпи çинчен жилетка тăхăнчĕ, кĕмĕл вăчăраллă сехетне жилетка çухавинчен çаклатса, çӳлти пĕчĕк кĕсйине чикрĕ.

Салам сăмахĕсене иккĕш те килкартинчех каланăччĕ. Халĕ пĕри те сăмах пуçласшăн мар-ха.

Мăрзабай хăна еннелле куç айĕн пăхса илчĕ. «Мĕн тесен те хăвна ху улпут евĕрлĕрех тыткалатăн эс, ача. Елĕкрех Куçминккара йăваш çын пек курăнаттăнччĕ, çунатсăрччĕ. Халь, ав, çунаттусене епле сарса янă: те ăмăрткайăк, те кăркка эс. Мужиксĕр эсир те, çĕршывăн çĕнĕ хуçисем, пурнаймастăр. Ăхальтен килмерĕн пуль ĕнтĕ. Мĕн тӳрĕпе килнине ыйтмасăрах калăн-ха».

Хуçа шухăшне илтнĕ пекех вырăс ун умĕнче тап чарăнса тăчĕ.

— Ну, Павел Алексеевич, хальхи самана пирки мĕн шухăшлатăн, каласа пар, — терĕ вăл. — Кам эс? Монархист-и, кадет-и, революционер-и?

— Эпĕ кам-и? Пĕлетĕн, чăваш. Çĕр çынни. Мана патши те чăрмантармастчĕ. Тиркешсе тăма эп сан пек нумай вĕренмен, — терĕ Мăрзабай, кулкаласа.

— Çук ĕнтĕ, гражданин Мурзабаев, манпа капла юптарса ан калаç. Чăннипех калаçма вăхăт çитрĕ. Хула пăлханать, арми пăлханать, халăх пăлханать…

— Çавă çав, — терĕ хуçи, хăннне пӳлсе. — Ытла пăлханма юрататăр эсир, вырăссем. Тĕрĕссипе каласан, маншăн, чăвашшăн, лайăх йĕркесĕрлĕх вырăные луччă начарйĕркелĕх пултăр.

Вырăс каллех уткала пуçларĕ, хуçи сĕтел хушшине ларма сĕничченех урăх сăмах хушмарĕ. Сĕтел хушшине ларсан тин вăл куçне хаваслăраххăн вылятса илчĕ:

— Çуттине ăçтан тупрăн тата?

— Ху вĕретмесен, ăçтан тупăн ăпа?

— Вот, чăваш тетĕн, — кулса каларĕ хăна, — чăваш çĕр çынни тесе мĕскĕнленсе ларатăн. Чăвашĕ вырăсран та чеерех. Çавна вĕретме те вырăссем чăвашранах вĕреннĕ. Çапла мар-и?

— Çук, Çĕпĕртен кнлнĕ япала вăл. Çĕпĕр вырăсĕсем малтан тырă çĕртме вĕреннĕ.

— Ан калаç. Çĕпĕрте чăваш та сахал мар. Чăваш — вăрман халăхĕ вăл. Иеркелĕхе юрататăп тетĕн. Эсир, чăвашсем, ĕмĕрнех влаçсенчеп вăрманта пытанса пурăннă. Ав, кунта та эсир вăрман çумнех килсе ларнă, вырăссем — çеçенхирте.

Мăрзабай хăнине черкке тыттарса кулса каларĕ:

— Атя-ха, пирвайхине çапах та тĕреклĕ влаçшăн, йĕркелĕхшĕн сыпар.

— Атя, атя, — терĕ хăна, черкке тытса, — малтан сыпар, кайран çав тĕреклĕ влаçне тума пулăшар.

Сыпса çырткаланă хыççăн хăна хуçи куçĕнчен чăр-чăр пăхса илчĕ.

— Чăваш тетĕн. Ак, чăваш салтакĕсем яла таврăнсан, сана та тăн кĕрте пуçлĕç. Ху чăвашне те манса кайăн вара. Халь, Павел Алексеевич, халăх урăхла кĕпĕрлене пуçларĕ. Сăмахĕ те халь урăх. Вырăс, чăваш, пушкăрт сăмахсем вырăнне рабочи, буржуй, хресчен, салтак теççĕ. Çынна палăртма халь тата урăх сăмахсем те пур: монархист, кадет, эсер, анархист, социал-демократ…

Мăрзабай, аллине сулса, çинçе сасăпа ихĕрнĕ пек туса илчĕ.

— Эх, мĕн тĕрлĕ пăлхавçăсем шăтса тухнă тĕнчере. Турă çырлах! «Чăваш-йăваш» тенĕ пирĕн ваттисем. Сăпайлăн пурăнакан халăх. Пăлханмастпăр. Влаçран хăратпар эпĕр. Хăратпăр-тăк, пăхăнатпăр пулать вара. Ак халĕ те Вăхăтлăх правительствăна йышăнатпăр-çке. Урăх тата мĕн кирлĕ?

Вырăс куçне хĕсрĕ, пӳрнепе юнаса илчĕ.

— Ан алхас, Павел Алексеич! Ишь мĕнле сăмах тупса хутăн: «Чуваш-йываш». Пăхăнатпăр. Пăлханмастпăр… Атăл пăлхавçисем пирки нлтмен-и вара эс? Чăваш пăлхавçăсене ертсе пыраканни те тупăннăччĕ ун чух: Николаев-Хури. Ячĕ те унăн санăинн евĕрлĕрех. Эсир Мурзабаев тесе те, Николаев тесе те çырăнатăр.

Вырăс хăна килсен, хĕрарăмсем шалти пӳрте сĕтел çине апат-çимĕç лартма çеç кĕрсе тухаççĕ. Тулти пӳртре хуçа тата мĕн хушасса кĕтсе лараççĕ. Кулине Трашука ертсе килнĕ хыççăн Укахви чăтаймарĕ, ăш вăрканипе килтен тухса каяс терĕ, кинне хăй вырăнне юлма хушса хăварчĕ.

Инкĕшĕ тухнă хыççăн Пăлаки хăюланса Кулинене кăлт! тĕртрĕ те:

— Мĕн калаçаççĕ? Алăк патнерех пырса итле-ха, Мир пирки асăнмаççĕ-и?

— Эп итленинчен мĕн усси пулĕ. Кил-ха, Трашук, алăк патнерех, итле те пире каласа пар вара.

Трашук шалти алăк умне именчĕклĕн пырса тăчĕ. Пĕр-ик сăмахранах Белянкин сассине палларĕ вăл. Халь ĕнтĕ хĕрарăмсем хушнипе мар, хăех интересленсе, алăк çумне тачăрах çьшçăнчĕ. Вырăс сывлăш çавăрмасăр çаптарать:

— … Чăваш тетĕн. Чăваш пирки, тен, эп санран та ытларах пĕлеп пуль. Пĕлессӳ килсен, тата тепĕр Николаев та пур. Ăна II Интернационалра та пĕлеççĕ. Итле, Павел Алексеевич, лайăх итле. Хăвăн сăмахна кайран калăн. Пирĕн те, социалист-революционерсен, лайăх пуçлăхсем пур. Хамăрăн кăна çирĕпрех пĕтĕçес пулать. Халь социал-демократсемпе те пĕрлешме май кнлет, анчах пуринпе те мар — меньшевиксемпе кăна. Вăхăтлăх правительствăна пĕтĕм халăх ячĕпе пулăшни кирлĕ. Итле тата малалла, Павел Алексеевич. Социал-демократсен сулахай çунатти пур. Вĕсене большевиксем теççĕ. Çавсем халăха пăтратаççĕ те ĕнтĕ, вăрçă кирлĕ мар тесе, миршĕн тăнă пек пулса, нимĕçсене пулăшаççĕ. Вĕсем пышлăн, пĕтĕм армие хăйсене май çавăрса яма тăрăшаççĕ. Вĕсем пирĕн хулара та пур, хулара мар, вулăсра та пур. Асту ман сăмаха: яла таврăнакан салтаксене сăна. Вĕсен хушшинче те большевиксем тупăнĕç. Çавсене хирĕç пĕтĕçес пулать. Халлĕхе вулăсри власть формп улшăнман-ха. Сана çĕнĕрен старшина тăвасшăн эпир. Пирĕн парти — хресченсеп партийĕ. Сан пек тĕреклĕ те авторитетлă çынсем ытларах кирлĕ пире. Пĕр учительсемпе кăна ĕç тăваймăн. Ахальтен мар эпĕ сан патна тавра çулпа, çӳллĕ кĕперпе Тук урлă каçса килтĕм. Шухăшла, Павел Алексеевич, шухăшла та килĕш.

Трашука хĕрарăмсем турткалаççĕ: «Пире те каласа пар ĕнтĕ». Леш, аллиие сулса: «Кайран», — терĕ çеç.

Мăрзабай сăмах хушмасăр шухăшлать-ха: «Усĕрĕлмест, шуйттан, хăйĕн пушăтне тиретех. Ничево. Усĕрĕлĕн-ха. Пушăт тирме сана эп урăх калăп тупса парăп».

Вырăс кăшт шарламасăр ларчĕ те хăйĕн шухăшне каласа пĕтересех терĕ пуль:

— Питĕрте большевиксем хальччен пуçсăрччĕ. Халь пуçĕ килсе çитнĕ. Ячĕ унăн Ленин. Илтнĕ-и эсĕ?

Мăрзабай, «çук, илтмен» тенĕ пек, пуçне сулкаларĕ.

— Çав ĕнтĕ уйрăм харпăрлăха пĕтересшĕн. Сан пек пуянрах пурăнаканнисене чухăнсемпе тан тăвасшăн. Халь пирĕннисем Ленин нимĕç шпионĕ тесе сăмах сараççĕ. Вăл чăнахах пломбăланă вагонра чикĕ урлă каçнă. Пирĕн те кунта большевиксем — Россия тăшманĕсем, нимĕç шпионĕсем тесе сăмах сарас пулать…

«Эснр мана çĕнĕрен старшина тăвас тетĕр иккен. Ман вара Куçмннккара нпхçан курман-илтмен Ленин пирки: «Вăл нимĕç шпионĕ!» — тесе кăшкăрмалла-и? Кĕтсех тăр! Кăшкăрма вăхăт çитсен, хамах мсн кăшкăрмаллине тупăп». Шухăшра çапла каларĕ те Мăрзабай нушанса çите пуçланă савăта тытса çавăркаларĕ, унтан арăмне кĕме кăшкăрчĕ.

Укахви вырăнне Пăлаки кĕчĕ.

— Инке таçта тухса кайрĕ. Мĕн кирлĕ? — терĕ вăл йăваш сасăпа. Хăй вырăс çине пăхса илме те именчĕ.

— Юрĕ. Укахвисĕрех тупăн. Лере унта, тулти пӳртри шкапра, кăмăшка тата пулмалла. Илсе кил. Трашука кала: кĕтĕр, хăйне хăй хăюллăрах тыткалатăр.

Чăвашла чухлайман вырăс çамрăк хĕрарăм çине çуланнă куçпа пăхса илчс.

— Хĕрӳ-и, кинӳ-и? — ынтрĕ вăл, лешĕ тухсан.

— Кин. Шăллăм ывăлĕн арăмĕ.

— Хитре хĕрарăм. Пиçсе çитнĕ улма пек. Тен, çавăн пнрки эс килтен хăпаймастăн-и? Племяиник арăмĕ кинех мар-ха вăл… пачах та кин мар.

Хуçа хăна ӳсĕрĕле пуçланине сисрĕ. Хальхинче вăл хăй вырăса пӳрнепе юнаса илчĕ.

— Эс, тусăм, çын пурлăхне ан хапсăн, — терĕ вăл. — Ан суй тата. Сирĕншĕн, вырăссемшĕн, тен, çапла-тăр. Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, пурĕ пĕрех — кин. Тепре каласан, «снохачсем» чăваш хушшинче çук. Ун пек сăмах та çук пирĕн.

— Эй, шуйттана канса кĕччĕр сирĕн кинĕрсем. Кин-и, кин мар-и — маншăн пурĕ пĕрех. Эс луччă хăвăн сăмахна кала-ха: килĕшетĕн-и старшина пулма?

Çав вăхăтра Пăлакипе пĕрле Трашук килсе кĕчĕ те алăк патĕнче чарăнса тăчĕ. Пăлаки тухсан, вăл хуçана пуç тайрĕ, унтан хăнине пуç тайса, вырăсла таса çавăрса хучĕ:

— Здравствуйте, Фадей Панфилович!

Вырăсăн чĕлхи çыхланакан пулнă. Вăл малтан тĕлĕн-се, унтан тăрăхласа пĕр Трашука, пĕр хуçана пăхса илчĕ те: «Здравствуйте, молодой человек», — терĕ. Унтан тӳрех хуçине йĕкĕлтесе çапла каласа хучĕ:

— С кем имею честь?

Хуçи те Трашукпа вырăслах калаçать. Вăл, алăк патне пырса, Трашука алăран çавăтрĕ те ăна сĕтел хушшине хăйпе юнашар лартрĕ.

— Паллатăн иккен, Троша, çак çынна.

— Паллатăп, — терĕ Трашук та вырăсла, — Фадей Панфилович Белянкин, мишавай.

— Ку ачи вырăс пекех калаçать. Асăрхарăн-и, Павел Алексеевич? Малтан ята каларĕ, кайран — хушамата. Юлашкинчен профессие те палăртса хучĕ. Маттур.

— Вăл пирĕн студент, çăпаталлă студент, — терĕ Мăрзабай, хăни хăйĕн малтанхи шухăшĕсенчен пăрăннишĕн савăнса. — Çак ачаран мĕн туса хурасси манран килет, Учитель тăвап эп унран, унччен хамăн… Э, шельма, эс урă пуçпа ӳсĕр çынсем мĕн лăпăртатниие итлесе ларасшăн. Ме-ха, сыпса яр çакна, — пĕр курка туллиех çуттине тултарса лартрĕ каччă умне хуçа. — Сып часрах, турткаланса ан лар. Хуçа сăйлать-тĕк, ĕçес пулать.

Трашук халиччен кăмăспа сăра анчах ĕçсе курнăччĕ. Кун пеккине тутанман. Куркине тытрĕ те хăраса кайрĕ. Хуçи çаплах хистет:

— Мĕн, хĕрача пек хĕремесленсе ларан? Каччă мар-и эс? Шанклаттар та хур. Ĕçмесен хĕвне ярап.

«Чăнахах ярĕ ку», — тесе шухăшларĕ те Трашук, куçне хупса, куркине ӳпĕнтерчĕ. Хуçапа хăна нккĕшĕ те ахăлтатса кулса ячĕç.

Кулччăр. Халь ĕнтĕ Трашук вĕсенчен хăрамасть, вăтанмасть. Калаçма та хатĕр. Анчах темшĕн сĕтелли те, сĕтел хушшинчи çыннисем те тĕк тăмаççĕ: тайкалана, çаврăнкала пуçларĕç.

— Çырт, лайăхрах çырткала. Кăшт пуçа тивни ним те мар вăл. Кайран иртсе каять, — тарçине тăварланă хăяр тыттарчĕ хуçа, умне ăшаланă шăрттан тĕртсе лартрĕ. Хăй малаллах калаçать. — Арçын пул. Тайкаланса ан лар.

Трашук апат çырткаланă хыççăн сĕтел çаврăнми пулчĕ. Халь каччă чунне çунат хутшăннă пек туйăнса кайрĕ. Вĕçес килет. Анчах кусем мĕн калаçаççĕ-ха?

— Учитель тума пултарап терĕн. Тата мĕн тума пултарăн çак каччăран? — ыйтрĕ Белянкин.

— Каччăран мĕн тăваççĕ? Кĕрӳ тăваççĕ тăнлă çынсем. Трашук, кĕрӳ пулатни?

Мăрзабай кулса калаçать пулсан та, Трашук чĕрине услам çу сĕрнĕ пекех туйăнчĕ. Наçтука аса илсе савăнса кайнипе вăл хуçапа хăна малалла мĕн калаçнине те путлĕн итлеймерĕ.

— Сан икĕ хĕр-ха. Хăшие паран вара учителе?

— Пĕрне те памастăп. Хăйне киле кĕртетĕп. Кĕçĕнни çамрăк-ха, каччă кĕтсе ларма вăхăт пур. Аслин шăпине татса пама вăхăт çитиĕ. Ывăл вăрçă пĕтсен те яла пурăнма таврăнмастăп тесе çыратчĕ ĕлĕкех. Шăллăмăн ывăлĕ таврăнсанах уйрăлать пуль. Эп вилсен, килте арçын юлмасть вара…

Çапла Мăрзабай хăйĕн вăрттăн шухăшне эрехе пула палăртрĕ.

Трашук асли-кĕçĕннн пирки хуçа мĕн калаçнине илтмест. Анчах ун вырăнне Мăрзабая урăххисем итлеççĕ.

Кулине алăк çумне çыпçăнса тăчĕ. Итлет-итлет те хушăран кулкаласа илет. Çимун арăме ун çывăхĕнче ăшаланса тăрать.

— Мĕн калаçаççĕ, каласа пар ĕнтĕ инке таврăниччен.

— Чим-ха, чим… Ан чăрмантар. Ланăх илтĕнмест. Ашшĕн юлашки сăмахĕсене илтсен, Кулине сăнĕ йăл çуталса кайрĕ…

— Мĕн калаçрĕç, ма каламастăн?

— Мĕн калаçни унта… Трашука ĕçтереççĕ. Калаçни илтĕнмест, — терĕ те Кулине, сасартăк пӳртрен тухса чупрĕ.

Халь шалти пӳртрисем пурте хĕрсе кайнă, тулта илтĕнмеллех шавла пуçларĕç.

— Эс ăçтан пĕлетĕн мана? — ыйтать вырăс Трашукран.

— Сире кам пĕлмест Куçминккара? — тет Трашук, калаçма пачах та именмесĕр — Революци пирки молебен тунă чух эсир пукан çине тăрса сăмах каларăр. Анчах пуп ывăлĕ, семинарист, улталарĕ сире. Земски ун чух килтех пулнă.

— Эс ăçтан пĕлетĕн?

— Эп тем те пĕлеп. Вăл çав кун каçхине тин хулана тарнă. Куçминккара халь пĕр монархист кăна. Вăл та пулин херарăм, Екатерина Степановна. Ыттисем пурте эсерсем.

Белянкин, хăй те хытă ӳсĕрĕлнĕскер, ăшне тытса кулать. Мăрзабайĕ те пĕр хăна çине, пĕр Трашук çине пăхкаласа кулма тытăнать.

— А большевиксем çук-и Куçминккара? — куçне хĕссе ыйтрĕ Белянкин.

— Çуккă, — татса пачĕ Трашук. — Куçминккара çуккă, хулара нумай. Анчах вĕсене пурне те Половинкин персе вĕлерет, унăн револьвер пур.

— Мĕнле Половинкин? — ыйтрĕ вырăс, хăлхине тăратса.

— Виктор Половинкин. Наташа Черникова каччи.

— Ну, тĕлĕнтерет те, Павел Алексеевнч. Ку çăпаталлă студент чăнахах та нумай пĕлет.

Трашук ура çине сиксе тăчĕ:

— Эп пĕлеп… Эп тем те пĕлеп! — кăшкăра пуçларĕ вăл, тайкаланса. — Çимун пичче пурпĕрех Гриша Распутиншăн çапăçмасть.

Мăрзабай урăлсах кайрĕ. Вăл Трашука ыталаса илчĕ те чăвашла калаçа пуçларĕ:

— Вот пĕлместĕн те. Распутина ăслă çынсем тахçанах вĕлернĕ. Çимун вăрçăра пулса суранланнă. Эс, ача, кăшт ытлашши калаçа пуçларăн. Тухса уçăлкала-ха. Выртса çывăр луччă.

Çапла йăпаткаласа, хуçи тулти пӳрт алăкĕ патне çитиех ăсатса ячĕ хăйĕн ӳсĕрĕлсе кайнă тарçине.

Трашук тухнă хыççăн вырăс та çемçелсех кайрĕ. Ыйхăланă пек пулчĕ. Хуçа хăех хăна валли вырăн сарса пачĕ. Хăни çывăрса кайсан, Мăрзабай арăмне тулти пӳрте чĕнсе илчĕ те çапла каларĕ:

— Хăна вăрансан, мухмăр чĕрттер. Хуçи пушкăрта тухса кайрĕ, паян таврăнмасть те. Ун чул вырăсла калаçма чухлатăн пуль-ха? Эп хам Çимун пӳртне кайса выртап. Вырăс кайичченех тухмастăп вара.

— Юрĕ ĕнтĕ. Чухлама мар, сана та сутса ярăп, — терĕ кăна Мăрзабай арăмĕ.

Трашук, пӳртрен тухсан, кайри карта еннелле тайкаланса утрĕ. Кулине хыçалтан пăхса юлнине асăрхамарĕ вăл. «Нивушлĕ Наçтука мана качча парĕ? Нивушлĕ телейĕм хăех çаврăнса çитрĕ? Учитель тăвап тет. Тăвĕ те. Вăл тем тума та пултарать. Эп хам та тем те пĕлеп!» — шухăшласа утрĕ вăл хыçалти картишпе. Унтан тăрантас çине пырса ларчĕ. Хыçалти хапхаран Наçтук килсе кĕчĕ. Трашука курсан, йăл кулса ячĕ. «Эс, Трашук мучи, мĕн тĕлĕрсе ларан кунта?» — чĕнкĕлтетрĕ каччă хăлхинче хĕр сасси.

— Наçтук, кил-ха, сана пĕр сăмах каламалли пур, — терĕ эрехпе хăюлланнă каччă. Хĕр çывăхарах пырса тăчĕ.

— Кĕтери сана ним те каламарĕ-и?

— Мĕн пирки?

— Çыру пирки.

— Кам çырăвĕ?! Пиччерен хыпар килнĕ-и? Мĕн çырать? Кала часрах, — лăска пуçларĕ хĕр Трашука.

— Кам çырăвĕ пултăр. Хам çыртăм! Анчах çуртăм-ха эп ăна. Кайран тепĕр хут çырса парăп. Эп сăвă çырма та пултарап!..

Çапла каланă хыççăн Трашук сулăнса кайрĕ, тăрантас çунаттине çапăнса кĕмсĕртеттерчĕ. Наçтук кулса ячĕ:

— Эс, Трашук мучи, ӳсĕр иккен. Кам ĕçтерчĕ сана, ухмаха?

Çапла каларĕ те хĕр, каччă мĕн каласса кĕтмесĕрех, малти картишнелле кĕрсе кайрĕ. Унта вăл аккăшне тĕл пулчĕ, паçăрхи пекех кулса каларĕ:

— Пирĕн Трашук таçта ĕçсе ӳсĕрĕлнĕ. Çарамассăн тăрантас çине пырса ларнă. Темĕскер лапăртатать хăй. Атте ан куртăрччĕ. Хăваласа ярĕ тата мĕскĕне.

— Ан ихĕр, чипер калаç. Атте хăй ĕçтерчĕ ăна. Куçминккари вырăспа нумай ĕçрĕç вĕсем.

— Мĕн пирки ун пек чыс курма тивĕç пулнă вара аттен тарçи? — тутине пăркаларĕ Наçтук.

— Санран ыйтман çав. Кам мĕпле чыс курма тивĕçлине атте хăех пĕлет пуль.

Çапла каларĕ те Кулине хыçалти картишнелле уттарчĕ. Анчах унта пырса кĕрсен сасартăк ахлатса ячĕ. Трашук лупас çине пусмапа ĕселенсе хăпарать. Акă вăл хытă сулăнса пусман çӳлти вĕçне хускатрĕ.

— Месерле кайса ӳкет вĕт, мĕскĕн, — ним тума аптраса тăрать Кулине.

Çук. ӳкмерĕ Трашук. Аслăк çине чиперех хăпарса çитрĕ те улăм ăшне чикĕнчĕ. Кулине кайран, лупас çине хăпарса, çарамас выртакан йĕкĕте хăйĕн кĕрĕкĕпе витсе хăварчĕ.

Трашук хăни

Тата тепĕр уйăх иртсе кайрĕ. Трашук уйăхĕпех яла таврăнаймасăр хиртех пурăнчĕ. Ирхи шевлерен каçпулттиччен куллен ĕçре. Çĕр епле иртнине сисмест йĕкĕт, урапа çинче кĕрĕкпе внтĕнсе выртать те çав самантрах çыварса каять. Ирхнне шурăмпуç палăрсанах вăратать ăна Тимук.

Хайхи, кĕрĕк пирки — те маннă Кулине, те вăхăтра пырса илме ерĕçмен. Тепĕр кунне (тунтикун) ирхине Ти-мукпа пĕрле хире кайма хатĕрленнĕ чух «Наçтук кĕрĕкне» телейлĕ каччă урапа тĕпне, утă айне, пытарса хунă.

Каçĕ сивĕ-и, ăшă-и, çав кĕрĕкпех витĕнет Трашук. Наçтук кĕрĕк тăхăнса çӳренине курман вăл. «Кам кĕрĕкĕ пул-сан та, çав кĕрĕкпе Наçтук витсе хăварнă мана», — тесе савăнать айван каччă.

Тимĕр акапуç авринчен тытса йăранпа çӳреме те, сеялкăпа тырă акма та, ытти ĕçсене тума та вĕренсе-хăнăхса çитрĕ Трашук. Çураки вĕçне çите пуçларĕ ĕнтĕ, тата вир акмалли çеç юлчĕ.

Пĕр уйăх этем сăнне курман Трашук. Тимукăн тискер сăнĕ йăлăхтарса йĕрĕнтерсех çитерчĕ ĕнтĕ. Трашук хăй те ытлашши сăмах ваклама юратман çын. Çапах вăл этем сăмахне хытă тунсăхланă. Мирски Тимук кунĕ-кунĕпе сăмах чĕнмесĕр ирттерет. Кирлĕ чух тем мăкăртатса илет те Трашук ĕçне е пуçне сулса ырлать, е чышкăпа юнаса хурлать. «Тимук пичче çын мар вăл, темле тискер кайăк», — тарăхса шухăшлать Трашук.

Хирти кайăкла пурăнăç, Хăмăшла хирне каçхине куçнă хыççăн, сасартăк вĕçне çитрĕ Трашукшăн. Çĕнĕ вырăнта яланхи пек шурăмпуçпа вăратмарĕç ăна. Хĕвел тухсан, хăех вăранчĕ, вăранчĕ те хĕвел хăш енчен тухнине тĕлĕнсе пăхса выртать. Тĕлĕнет-ха Трашук: хăйне хĕвел тухиччен çывăрма панăшăн та, хĕвелĕ, аташса, анăç енчен тухнăран та. Чăннипе, вăл Куçминккара пурăннă чухнех асăрханăччĕ: кунта тухăç кăштах çурçĕр еннелле куçнă. Мĕншĕн ун пек туйăнннне тавçăрчĕ-ха вăл. Чулçырмара Малтикас урамĕ çурçĕртен кăнтăралла тĕп-тĕрĕс тăсăлнă. Куçминккари тĕп урам апла мар, кăшт чалăшрах тăсăлса пырать. Тавçăрасса тавçăрчĕ ача, пурпĕрех хĕвел хăйĕн вырăнĕнчен хускалнă пек туйăнатчĕ. Çеçенхирте тухăçпа анăçа, çурçĕрпе кăнтăра палăртмалли паллăсем çук. Хăть пĕр енче сăрт-ту пулинччĕ. Çитмеинине тата, çĕнĕ вырăна каçпулттипе куçнăран, хĕвел ăçта аннине, ирхине хăш енчен тухмаллине асăрхаймарĕ йĕкĕт. Çавăнпа халь анăçран хĕвел тухнă пек курăнать.

Трашук урапа çинчен сиксе анчĕ, карăнкаласа илчĕ те, аташнă хĕвел еннелле пăхса, вырăсла сăвă каларĕ:

Грядет с заката царь природы,

И удивленные народы

Не знают что начать:

Ложиться спать или вставать.

Ятрус учитель шкулта каласа паиине аса илчĕ вăл. Пушкин лицейра вĕреннĕ чух пĕррехинче учитель пурне те, класĕпех, сăвă çырма хушнă. Пушкин хăйĕн сăввине час çырса пĕтернĕ. Юнашар ун юлташĕ Кюхельбекер тарăхса ларать. Вăл пĕр йĕрке çеç çырса хунă-ха. Пушкин «с заката» сăмаха асăрханă та юлташне хăвăрт çырса пĕтерме пулăшнă: пуçламăш йĕрке çумне тата виçĕ йĕрке шӳтлесе хушса хунă.

Йĕкĕт анчах сăвă каласа пĕтернĕччĕ, Тимукăн кĕриклетекен сасси илтĕнчĕ. Паянхи тĕлĕнтермĕшсенчен ку чи пысăк тĕлĕнтермĕш пулчĕ. Тимук юланутпа яла кайса килнĕ те иккен. Паян вăл этем пекех калаçать, Трашука пачах тĕлĕнтерсе пăрахрĕ: ун патне хăна килнĕ иккен.

— Кам хăни? — чĕтрекен сасăпа ыйтрĕ Трашук.

— Пĕлместĕп. Таврăнсан курăн.

— Пĕччен каяс-и?

— Пĕччен, лаша утланса кайăн. Хăла кĕсрене пурпĕрех кантарма вăхăт çитнĕ.

— Пĕччен тупаймастăп, — хăраса ӳкрĕ Трашук. — Ял хăш енчине те пĕлместĕп. Хĕвел тепĕр енчен тухрĕ пек туйăнать.

— Çапла, вĕреннĕ çын яланах аташать вăл, — мăкăртатрĕ Тимук. — Ĕççынни нихçан та аташмасть. Ху тупаймастăн, лашу тупĕ. Вăл сан пек нумай вĕренмен.

Çул тăршшĕпех Трашук лашине çилхерен тытса пычĕ, ăнсăртран тепĕр еннелле пăрса ярасран хăраса, чĕлпĕре пĕрре те тĕкĕнмерĕ. Сылтăм енче йĕнерлĕ Ту курăна пуçласан тин лăпланчĕ йĕкĕт. Ку çул чăнахах Чулçырмана илсе каять иккен. Хĕвелĕ те аташман, хăй вырăнĕнчех.

Хăна килнĕ тени йăлтах аптратрĕ Трашука. Кам килмелле ун патне? Вăл та çын шутне кĕрекен пулчĕ-ши вара? Черников аса килчĕ, дядя Степа… Мĕн шыраса килĕç вĕсем чăваш ялне? Хурăнварта хурăнташсем пур та, вĕсем ун патне мар, амăш патне хăнана килеççĕ. Камне тавçăрса илеймерĕ Трашук, çавах вăл çанталăк ăшшине, тавралăх илемне нихçанхинчен ытларах пăлханса туя пуçларĕ.

— Мана хисеплекен çын та пур иккен тĕнчере, — терĕ йĕкĕт, савăнса.

Пичке пек сарăлса кайнă кĕсре çинче ларса, Шалтикасах пырса кĕрсен, Трашук тӳрех асăрхарĕ: Мăрзабай хапхи умĕнче хулари пек тумланнă пĕр çамрăк яш тăрать. Вася Черниковăнни пек хура костюм тăхăннă, уринче — сарă пушмак. Çывхарса килекен Трашук еннелле шăл йĕрсе пăхса тăрать.

Хăла кĕсре пуçне усса хапха умĕнче чарăнсан, пӳрт умĕнчи йĕкĕт ал сулчĕ те:

— Сиксе ан часрах, йĕнерсĕр кавалерист, урхамаху çинчен. Палламарăн-им мана? — тесе кăшкăрчĕ.

Сăнĕпе мар, сассипе те мар, кулнă чух тутине чалăштарнăран палларĕ Трашук ача чухнехи юлташне. Уйрăлнă чух иккĕш те вуннăра пулнă вĕсем.

— Рамаш! — тесе кăшкăрчĕ те Трашук лаша çинчен укнĕ пек татăлса анчĕ.

— Хăнана килтĕм сан патпа! — тет Рамаш. — Виçĕ кун кĕтсе пурăнатăп. Хуçу, эп килнине илтсен, мана хăй чĕнсе илчĕ, хăна турĕ. Эпĕ сан пирки асăнсанах, ӳкĕнчĕ. «Ма маларах систермерĕн? Халех таврăнма хушса яратăп», — терĕ. Ну вот, таврăнтăн. Эс, ача, сарлака та тĕреклĕ, ман пек çинçешке мар. Чылай çӳллĕрех тата. Хура апат çысах улăп пек ӳсетĕн. Эп пренĕк çыса та сан чул ӳсеймерĕм.

Ача чухнехи тусĕ чарăнмасăр çатăлтатать. Трашук хăй сăмах хушаймасть. Тусĕ çине савăнса пăхса тăнипе унăн сăнĕ çавра уйăх пек сарăлса, çуталса кайнă.

Каччăсем хапха уçса, лаша çавăтса килкартине кĕнĕ çĕре шалти крыльца çине Мăрзабай тухса тăнă.

— Лайăх ĕçлерĕн, Трашук. Маттур! — терĕ вăл. — Мунча хутма хушрăм. Каçпа иксĕр мунча кĕрĕр. Халь кан ĕнтĕ. Хăну кайичченех урăх ĕçлеттерместĕп. Иксĕр те кунтах пурăнăр. Тарçă пӳлĕмĕ пуш-пушах.

— Пӳлĕмсем кирлĕ мар пире. Эпĕр Трашукпа аслăк çинче çывăратпăр. Юрать-и, Павел Алексеевич? — кăшкăрчĕ Рамаш.

— Юрать, юрать, Роман Захарчă, — кулса каларĕ Мăрзабай, — тульккĕ эс табак туртмастăп-и, артист? Вут кăларса ан ярăр.

— Вут тухсан, мĕн вара? — шӳтлеме тытăнчĕ хăюллă каччă. — Пĕр аслăкран ытла çунтармăпăр.

Мăрзабай пӳрнепе кăна юнаса клчĕ.

— Асту, ан алхас. Вут тухсан, хăвна тытса вутта пăрахăп, — терĕ вăл, чăнахах хăраса ӳкнĕ çын пек.

Трашукпа Рамаш иккĕнех мунча кĕчĕç. Пĕр-пĕрне милĕкпе урса кайса хĕртрĕç. Кайран кăшт снвĕнме мунча умне тухрĕç. Мунчи Чулçырма хĕрринче, ватă йăмра айĕнче. Мунча тавра вĕтĕ хăвалăх. Трашук шарламасăр чул çинче ларать. Хăни пĕрмаях калаçмалли тупать:

— Хуçи пуян, çурчĕ лайăх, мунчи вара хура, — тет вăл. — Пасарлăялта вырăссем, чухăнраххисем те, мунчисене шурăлла тунă. Мĕн, Мăрзабайăп çакăпта мăрьеллĕ кăмака туса лартма хал çитмест-и? Чăвашлăх. Культура сахал. Хура пӳртсем те пур-ха Чулçырмара. Çитменлĕхрен мар вăл, авалхи йăлана пăрахманран килет. Аттесем, асаттесем çапла пурăннă, теççĕ. Халь, ача, çĕнĕ пурнаç пуçланса каять. Чăваш пурнăçĕнче те революци тăвас пулать. Тăван халăха культурăллă пурăнма вĕрентес пулать. Эс, Трашук, манран ытларах та вĕреннĕ. Кăшт кăна учитель пулайман. Ĕмĕрнех Мăрзабай килĕнче тарçăра пурăнма шухăшламастăн пуль-ха? Халь сан пек ытларах вĕреннĕ çынсем халăхшăн питĕ кирлĕ пулаççĕ…

— Сивĕнтĕмĕр ĕнтĕ, — терĕ Трашук, юлташне пӳлсе, — атя, сивĕ шыв ăсар та тепре кăшт çапăнса илер. Вара тумланма та юрать.

Вăл мунчарап витре йăтса тухрĕ, анчах мунча умĕнчен тухса ĕлкĕреймерĕ — çывăхрах хĕрарăмсем калаçни илтĕнчĕ.

— Кам калаçать унта? — ыйтрĕ Рамаш.

— Кăшт çӳлерех Ĕлĕм-Чĕлĕм мунчи ларать. Çавăн кинĕсем мунча кĕреççĕ пуль.

Мунча умне çатан авса тупă. Рамаш çатан шăтăкĕнчен пырса пăхрĕ. Çырма хĕрринчи хăвалăх кăшт уçăлнă, Ĕлĕм-Чĕлĕм мунчи кунтан лайăх курăнать.

— Виçĕ вутăш унта, — терĕ Рамаш, кулса, — эх, фотоаппаратпа ӳкересчĕ вĕсене! Хитре хĕрарăмсем. Çаппа-çарамас тухса тăнă, хăйсене никам та курмасть теççĕ пуль. Курса юл, Трашук!

Трашукĕ пырса пăхма мар, тăнă çĕртех вăтанса хĕремесленсе кайрĕ.

— Итле лайăхрах, — терĕ Рамаш, — ман çинчен калаçаççĕ.

Ним асăрханмасăр калаçакан хĕрарăмсен сассисем, шыв тăрăх ян кайса, Трашук хăлхине те пырса кĕчĕç.

— Мăрзабай патне хăна килнĕ теççĕ, — илтĕнчĕ пĕр сасă.

— Мăрзабай патне мар, Трашук патне килнĕ, — терĕ тепĕр сасă.

— Кам вара, мĕн ятлă? Хитре каччă темерĕç-и?

— Салакайăк ятлă, — терĕ иккĕмĕш сасă ихĕрсе, — Рамаш вăл. Тайман Сахарĕн ывăлĕ. Камшăн мĕнле, маншăн хитре мар. Чăсăк питлĕ, шĕвĕр сăмсаллă, питне хуратут пусса кайнă… Кулине евĕрлĕ. Чăвашла мерекелле калаçать хăй: çăкăра апат тет, чулçырмасем тес вырăнне чулçырмасам тет, çимап, каймап тет, çерçине салакайăк тет. Çавăнпа эпир ăна Наçтукпа Салакайăк тесе ят патăмăр.

— Кам вăл халь калаçаканни? Ку сасса эпĕ илтнĕ пек таçта, — терĕ Рамаш.

— Мăрзабай килĕнче илтнĕ пуль. Кĕтери вăл, качака таки, Наçтукăн акамĕ.

— Чим-ха эп вĕсене салакайăк кăтартам! — терĕ те Рамаш, Трашук аллинчи витрене ярса тытрĕ.

— Ан хăтлан, ача, — хыпăнса ӳкрĕ Трашук, — вĕсем çарамас терĕн вĕт.

— Эп хам та çарамас. Равноправи пулать вара.

Рамаш, витре йăтса, Чулçырма хĕррине тухса тăнине хĕрарăмсем асăрхамарĕç. Леш витрине пуç тавра çавăрса илчĕ те:

— Эй, çара çерçисем! Салакайăка курас тесен, кунталла çаврăнса пăхăр-ха! — тесе кăшкăрчĕ.

Хĕрарăмсем çухăрса ячĕç, мунча еннелле сирпĕнчĕç. Кĕтери аллинчи витрине пăрахса хăварчĕ.

«Халĕ те ача чухнехи пекех пуçтах иккен Рамаш», — шухăшлать Трашук, кулкаласа.

Килĕнчи хĕрарăмсем мунчана кайсан, Мăрзабай каччăсене хăй чей ĕçтерчĕ. Тĕлĕнет Трашук юлташĕнчен: никамран та вăтанмасть вăл, çавах хăйне хăй тыткалама пĕлет. Сĕтел хушшинче ытлашши калаçмарĕ, хуçаран хăраса-именсе те тăмарĕ.

— Аçу курма килсе кайрĕ терĕн-ха. Мĕн калаçкаларĕ? Большевиксем пирки асăнмаре-и? Мĕнле çынсем-ши вĕсем? — ыйтрĕ Мăрзабай унран.

— Çук, асăнмарĕ. Курман пуль вăл вĕсене.

— Аçта, тĕрĕксемпе çапăçнă-и вăл?

— Тĕрĕк-терĕк, — кулса ячĕ Рамаш. — Чăвашла тĕрĕк пулать-и вара? Вырăссем лайăхрах калаççĕ: турккă теççĕ, — хăй стена çумĕнче çакăнса тăракан ӳкерчĕк çине аллипе тăсса кăтартрĕ. — Кунта лайăх ăшаланаççĕ-ха тĕрĕксем. Ав, шерепеллĕ хĕрлĕ калпак тăхăннисем епле чикеленеççĕ. Вăрçăра та çаплах-ши?

Ку сăмах Мăрзабая килĕшсех каймарĕ пулас, вăл илтмĕш пулчĕ те сăмах йĕрне тепĕр еннелле пăрса ячĕ:

— Кам патĕнче приказчикра ĕçлетĕн? Укçа нумай тӳлет-и?

— Ман хуçа хырăмĕ Трашук паяи ларса килнĕ пĕтĕ кĕсре хырăмĕ пек. Еликов патĕнче ĕçлетĕп, илтнĕ-и çавăн пек хушаматлă çынна?

— Илтнĕ те, курнă та. Ку нумай тӳлес çук.

— Тӳлет, Павел Алексеевич, нумай тӳлет.

— Ан тĕлĕнтер! Пустуя калаçатăп. Ахальтен мар сăмсу шĕвĕр сан.

— Çав шĕвĕр сăмсашăн тӳлет те, — тутине чалăштарчĕ Рамаш. — Хăй çамрăк мар, хырăмĕ пичке пек. Арăмĕ вара çамрăк та, хитре те. Аслă приказчикĕ унăн черкес, хура хитре çын. Арăмне шансах каймасть хуçа, мана сăнакалама хушать. Çавăншăн тӳлет. Черкесĕпе хуçа майри хăйсем тата эп ним курман-илтменшĕн тӳлеççĕ.

— Икĕ енчен те укçа илетĕн пулсан, тӳрĕ кăмăллă çын мар вара эсĕ. Икĕпитлĕ! — хăтăрчĕ Мăрзабай.

— Тӳп-тӳрĕ кăмăлпах илетĕп укçине, — тет Рамаш, пĕр именмесĕрех. — Шутласа пăхăр-ха: хуçа — хăйĕн укçишĕн хăй хуçа. Парать-тĕк — ил. Черкесĕ хуçаран вăрланă ук-çине парать. Вĕсем ман умра чăнахах нимĕскер те хăтланмаççĕ. «Курман, илтмен», — тетĕп хуçа ыйтса тĕпченĕ чух, çав кăна. Тĕрĕссипе каласан, хуçа укçи ман алла ытларах куçни — тивĕçлĕ япала вăл. Унта, лавккара та, хуçа килĕнче те, ĕçлекенни эпĕ кăна. Черкесĕ ĕçлеме юрат-масть. Пасар кун çеç пурте ĕçлетпĕр вара. Ун чух хуçа майри те тавар сутма пулăшать.

— Эсĕ витĕр тухнă курăнать. «Далеко пойдет» теççĕ вырăссем ун пеккине. Пăсăлса каймасан, чăнах çын пулăн. Ху та купца пуласшăн пуль-ха эс?

— Çук, — терĕ Рамаш, — атте купца пулса курни те çитĕ.

— Мĕн калаçан, лапăрти. Аçу ĕмĕрне сутуçă пулман. Хăй тунă хăмăт-кутлăха сутса курнă ĕнтĕ.

— Вот, пĕлместĕр те. Апла пулсан, каласа кăтартам-ха сире, — терĕ те Рамаш, чей куркине вырăс пек ӳпĕнтермесĕрех аяккалла тĕртсе лартрĕ. — Пасарлăял пилĕк çухрăма тăсăлса выртать. Лавккасем пурте пасар вĕçĕпче. Ял тепĕр вĕçне вырăссемпе хутшăнса пĕр çирĕм-вăтăр кил чăваш пырса ларнă. Пурте Тупшанкăран куçнă. Эпĕ кăна чулçырмасем. Çавах аттен темле хурăнташĕсем тупăнчĕç унта. Çав хурăнташсене, кӳршĕ-аршăсене пулăшас тенĕ атте. Пĕррехинче лаша кӳлсе пасара кайрăмăр та урапа тулли тавар тиесе килтĕмĕр. Атте кутлăхсем туса ларнă çĕртех тавар сутать: чей, сахăр, пирус, краççын. Эп аттене пулăшкалатăп. Кăшт хаклăрах пулсан та, илеççĕ таварне. Кашни вак-тĕвекшĕн пилĕк çухрăма танккас килмест-çке-ха çынсен. Анчах пурте укçасăр, кивçенле илме тăрăшаççĕ. Эпĕ ун чух шкула çӳреттĕм. Куратăп, ĕç тухмасть капла. Тытрăм та хăма çине çапла çырса хутăм: «Паян кивçен памастпăр, ыран килĕр». Хăмине атте курман чух алăк çумне çапса хутăм.

— Мĕн пулчĕ вара? — кулса ыйтрĕ Мăрзабай.

— Мĕн пулчĕ? Хăмине аттене асăрхаттаракансем тупăнчĕç. Атте çынсемпе пĕрле кула-кулах ăна тăпăлтарса пăрахрĕ, кайран, кулмасăрах, ман хăлхана тăпăлтарчĕ. Анчах хăй, кĕсни шăтăкланнине курсан, Пасар вĕçне тавар илме урăх каймарĕ. Тавар кивçен илнĕшĕн укçине кайран та тӳлемерĕç. Аттен парăмсем çырнă пĕчĕк кĕнеки халь те турăш кĕтессинче тусанланса выртать.

— Калаçма ăста эс, — терĕ Мăрзабай. — Те чăн калатăн, те — суя. Кăшт тыттаратăн та пуль, артист. Санрап темĕн те кĕтме пулать.

— Тупата туршăн, чăн-чăнах, Павел Алексеевич, — терĕ те Рамаш, хуçана чей ĕçтернĕшĕн тав турĕ.

«Ку шĕвĕр сăмса Чее Миттяран та чеерех пулас. Мăрзабай кĕрӳшĕ пулма тивĕçлех мар пек», — шухăшларĕ хуçа, каччăсем тухса кайсан.

Каччисем лупас çине хăпарса выртрĕç. Унта хăпарсанах, Рамаш хăйне пачах урăхла тыткалама пуçларĕ. Малтан вăл Трашук Куçминккара мĕнле пурăнни çинчен, ашшĕ мĕнле вилни çинчен ыйтса пĕлчĕ. Вырăспа чăваш кĕпер тунă чух яланах çапăçса кайни çинчен хăех асăнчĕ:

— Вăл йăлана пăрахас пулать. Вырăсран хăрама та, унпа хирĕçме те кирлĕ мар. Вырăс хушшинче фальшинсем, медведевсем пур, чăваш хушшинче хаяр макарсем, мăрзабайсем пур. Çавсене хирĕç пĕтĕçес пулать чухăн чăвашпа вырăсăн.

Трашук хăйсем Куçминккара епле «революци туни» çинчен каласа кăтартрĕ, Ятрус учитель пирки те, Виктор Половинкин çырăвĕ пирки те асăнчĕ.

— Эс, Рамаш, большевиксене курнă-и? — ыйтрĕ вăл çавăн хыççăн.

— Курнă, санпа калаçнă пекех калаçнă пĕринпе.

— Мĕнле çынсем вĕсем, каласа кăтарт-ха, — йăлăнчĕ Трашук. Хăй, чавсаланса, пуçне кăшт çĕклесе, юлташпе куçран пăхрĕ.

Рамаш, улăм çӳппи чăмлакаласа, нумай вăхăт çӳлелле пăхса выртрĕ. Унтан сасартăк лăпкăн, шăппăн:

— Ман атте большевик, — терĕ. — Асту, хуçа умĕнче ун пирки ан асăн.

Ку хыпар шалтах тĕлĕнтерсе пăрахрĕ Трашука. Вăл Ятрус учитель сăмахĕсене аса илчĕ, шухăша кайрĕ. «Питĕ лайăх сăмах», — терĕ учитель «большевик» сăмах пирки. Анчах вăл сăмаха вырăссем те ăнлантарса параймаççĕ, ун пек сăмах çук вырăс чĕлхинче теççĕ. «Эсер» сăмаха лайăх ăнлантарса параççĕ. Социалист-революционер тени пулать иккен вăл.

Çапла шухăшланă хыççăн Трашук сăмах хушрĕ:

— Большевиксем пирки чухлаймастăп çав эпĕ. Вĕсем эсерсемпе хирĕçеççĕ вĕт. Революцпе хирĕç-и вара çав большевиксем?

Трашукăн айванлăхĕнчен тĕлĕнмерĕ Рамаш. Ялта большевиксене пĕлсех каймаççĕ çав. Çитменнине, вĕсем пирки тăшмансем суя сăмах сараççĕ.

— Хирĕç мар, — терĕ Рамаш, каллех пăшăлтатса. — Чăн-чăн революционерсем çавсем ĕнтĕ, большевиксем.

— Эсерсем камсем вара? Ячĕ вĕсен мĕн тĕрлĕ! Социалист тата ре-во-лю-ци-онер!

— Хитре сăмахпа улталасшăн çав вĕсем халăха, — терĕ Рамаш. — Пуян чурисем вĕсем. Юрĕ-ха, ун пирки кайран тĕплĕнрех калаçăпăр. Итле-ха, тусăм, Мăрзабай ытлашши вашаватлă пирĕнпе. Ну эпĕ «кĕтнĕ хăна» пулам, мĕн тесен те — авалхи тусĕн ывăлĕ. Сана вара, хăйĕн тарçине, мĕн тӳрĕпе кăмăллăн йышăнать? Вăл сана кĕрӳ тăвасшăн мар-и, ача?

Трашук хирĕç чĕнмерĕ. Уйăхĕпех ыйхă катса çывăрнăран, вăл халĕ сасартăк çывăрса кайрĕ.

Рамаш çуркунне шăрши-сывлăшĕпе киленсе нумай вăхăт куç хупмасăр, тӳпере ялан çынна таçта илĕртсе чĕнекен çăлтăрсем çине пăхса выртрĕ.

Таймансем

Тĕне кĕнĕ чăвашсем авалхи тĕп чăвашла ятсене асран çухатса пĕтернĕ. Чулçырмара та халĕ суя хушаматсем çеç таса чăвашла: Курак, Чакак, Шакмак… Вĕсем вырăс пуп чиркӳ кĕнеки тăрăх тупса панă ятсем çумне хутшăнаççĕ: Курак Иванĕ, Чакак Ваççи, Шакмак Çимунĕ…

Тĕп чăвашла ятсенчен Чулçырмара пĕр Тайман ят çеç юлнă, ятран хушамат пулса юлнă.

Чулçырмари Таймансем ваттисем мĕн астăвассах чухăн пурăннă. Анчах юлашки Тайман, Тайман Сахарĕ, пĕтĕм вăйран çӳлелле кармашнă. Тĕрлĕ ал ĕçне ăста пулнăран, чылай аталаннă-ха вăл, лаша, ĕне, темиçе сурăх тытакан пулса, вăтамсен шутне кĕре пуçланă.

Юлашки Тайман ăшĕнче яланах (мĕн ачаран) таçталла, çӳлелле, çутă инçетелле чĕнекен ĕмĕт пурăннă. Çав ĕмĕтне пула ĕнтĕ вăл лаша сутса… граммофон туяннă, вырăс хушшине Пасарлăяла куçса кайнă.

Сахар ашшĕ-амăшĕн пĕртен-пĕр ачи, пĕртен-пĕр ывăлĕ пулнă. Унăн ашшĕ мĕскĕн йаваш-чăвашран иртеймен. Амăшĕ пирки ун пек калама çук вара. Якаль хĕрĕ Круни — Куштан Теменĕн аппăшĕ — Чулçырмана çĕн çын пул-са килсен, ял çыннисене шалтах тĕлĕнтернĕ. Ĕçре те, ĕçкĕре те никам та Крунипе танлашма пултарайман. Юрлас енчен илсен — ун пек юрлакан ялта мар, таврара пулман теççĕ. «Круни ĕçкĕ вăхăтĕнче Чулçырмара юрлани Якалĕнче илтĕнет», — тесе калаçатчĕç ял çыннисем. Ватăлас енне кайсан та, арçынсемпе парăнмасăр çапăçатчĕ, тет, вăл.

Пур енчен те çынран ирттернĕ Круни, анчах пĕр енчен вара ирттерме мар, çитереймен те — ача тума пĕлмен.

Çавăн пирки вăл мĕн-мĕн туса хăтланса пăхман-ши? Тĕрлĕ юмăçсем патне çӳренĕ, пĕр «тухатмăш» патне те çитсе курнă. Авалхи йăласене аса илсе, чӳк те тунă, киремет те тунă: Чӳккукринче пăру пуснă. Киреметре качака пуснă.

Чăваш йăлисемпе меслечĕсем пулăшманнине кура, Круни вырăссен йăли-меслечĕпе Таллă мăнастирне кайса Николай-угодник святоя пысăк çурта лартса ӳкĕтленĕ. Вырăс светтуйĕ «пулăшнипе» вара хĕрĕхе çитсе пыракан хĕрарăм тинех ывăл ача çуратнă. Анчах чăн çапла пулнине çынсем ĕненсех кайман, Круние ача тума Таллăри сăваплă Микулай мар, Лешеккинчи çылăхлă Микулай пулăшнă тесе калаçма пуçланă. Ун пек сăмах саракан карма çăварсене Круни сахал мар вĕренткеленĕ: хĕрарăм пулсан — сурпан çаккине татса, сурпанне аркатса, çӳçрен тăпăлтарнă, арçын пулсан — тӳрех хăлха чиккинчен парса чикелентернĕ. Вара ял çыннисем, Круни сăмахне ĕненнĕ пек пулса, унăн пĕртен-пĕр ывăлне мĕн пĕчĕкренех Çветтуй Сахар тесе чĕне пуçланă.

Ячĕ, мăшкăллă ят пулин те, Сахара пит килĕшнĕ. Ача чух вăл ытти ачасем пек урамра алхасса, йытă хыççăн чупса çӳремен, вăрманта вĕçен кайăк йăвисене тустарман, çын пахчине хăяр вăрлама кĕмен. Пĕррехинче Сахар кӳршĕри пуян ывăлĕ, Хаяр Макар ятлă йĕкĕт, Чӳккукринче хăйсен ватăлнă ула йыттине çакса вĕлерме тăнине курнă. Улапая çăлма ĕлкĕрнĕ ача, йытă каллех, килне таврăнса, Макар аллине ан лектĕр тесе, ăна чăтлăхра кăкарса хăварнă. Анчах ирхине Улапай валли апат илсе килсен, мĕскĕн йытта тупайман Сахар. Лешĕ, айван, пăява кăшласа татнă та килнех таврăннă. Хаяр Макар ăна Тикĕтпуссине кайса çакнă-çакнах. Çавăн хыççăн Сахар Хаяр Макара курайми пулнă.

Ялйышсем пурăна киле Сахара мĕн тӳрĕпе «хисеплĕ» ят панине мана пуçланă, ăна ытларах Тайман Сахарĕ тесе чĕнекен пулнă. Кĕçех ача хăй тĕллĕн, хăй ăссĕн çын пулма тăрăшни палăрнă.

Амăшĕ Сахара шкула яман, килте ĕçлеме хистемен, ачаш пăхса ӳстернĕ. Ашшĕ, Матви ятлă питĕ йăваш çын, чурăс арăмĕпе килĕшмен вăхăтра та хирĕçмесĕр, сăмах чĕнмесĕр ирттерсе янă, хăй ирĕкне палăртма хăранă.

Çапах тăнлă та çутă ĕмĕтлĕ ача ачашланса, пăсăлса кайман. Вăл хăй ăсĕпех тĕрлĕ ал ĕçне вĕренме тăрăшнă. Круни пĕртен-пĕр ывăлĕн ырă кăмăлне ăнланайман, «йăраланчăк» ачине ятланă, кӳпкенĕ те ирĕксĕрех урама ачасемпе выляма, çапăçма хăваласа кăларнă. Сахар амăшне итленĕ пек пулса, хапхараи «ачасемпе выляма-çапăçма» тухса кайнă, хăй çавăнтах картишне хыçал енчен çатан урлă каçса кĕнĕ. Унта вăл, пĕр-пĕр вăрттăнрах кĕтесе кĕрсе ларса, кивĕ кутлăх-йĕвен-нăхта татăкĕсемпе айкашнă, тĕвĕсене шĕшлĕпе салтса çĕнĕрен тĕвĕлеме вĕреннĕ. Киле кайраы хапхаранах хăшкăлтатса «таврăннă». Амăшĕ мухтанă вараланса пĕтнĕ ачана — лешĕ «таврăнас» умĕн юриех çĕр çине выртса йăваланнă-çке. Ашшĕ, ывăлĕ çине арăмĕнчен вăрттăн ăшшăн пăхса, куç хĕснĕ. Вăл Сахар епле «выляни-çапăçнине» тахçанах сиснĕ, ывăлĕ урамра «вылянă» вăхăтра арăмне е вăлтса ăçта та пу-лин ăсатнă, е, ăсатаймасан, сăра ĕçтерсе юрлаттарнă.

Кĕçех Сахар кĕтмен çĕртен тăлăха юлнă. Унăн ашшĕ, аллăсене çитнĕскер, хĕллехи вăхăтра мунча кĕнĕ хыççăн çур витре сивĕ сăра ĕçнĕ те, ӳпкине шăнтса, темиçе кун хушшинче çĕре кĕнĕ.

Унăшки вилсен, Круни карчăк вунпĕрти ывăлне, «çын пултăр» тесе, хăйĕн тăванĕсем патне Якальне леçсе хăварнă. Тăван куккăшĕсем ачана çулла та, хĕлле те нумай ĕçлеттернĕ, айăпсăрах тӳпелесе, хĕртсе асаплантарнă. Çулла, суха вăхăтĕнче Сахара ĕç вăкăрĕсем хыççăн çӳреттернĕ. Акапуç тытса пыракан Темен куккăшĕ хаяр кăмăлĕпе Круни аппăшĕнчеп те ирттернĕ. Вăл ытларах вăкăрсене мар, ачана пушăпа тивретнĕ, апат тăраниччен çиме паман, çывăрас вăхăтра çĕрĕ-çĕрĕпе вăкăр пăхтарнă. Пĕчĕк Сахар çав асаплă пурнăçа икĕ çулталăк хушши тарăхса, макăрса тӳснĕ. «Кукка» сăмахпа «Темен» ята вăл ĕмĕрлĕхе курайми пулнă.

Якальтен киле тарса таврăннă пулĕччĕ Сахар, анчах амăшĕ ăна, пыркаласа каймассерен, куккăшне итлеме, пăхăнма хуша-хуша хăварнă. «Вăл санран çын тăватех», — тенĕ. Круни карчăк ывăлĕн хурлăхлă, асаплă пурнăçне пĕлнĕ пулсан, тен, хăех ăна килсе илсе кайнă пулĕччĕ. Анчах унăн ывăлне тĕпчесе ларма яланах «вăхăт çитмен». Якальне пĕр-пĕр уява çеç пынă вăл. Пӳрте кĕнĕ-кĕменех юрлама пуçланă, ĕçнĕ, унтан хăнана çӳресе арçынсемпе харкашнă, çапăçнă. Вара урăлса çитичченех киле таврăнма васканă. Аçта унта ывăлĕпе шăкал-шăкăл калаçса ларасси!

Тата мĕн вăхăт тӳсмеллеччĕ-ши ачан, анчах ун телейне пĕррехинче тĕнче пĕте пуçланă. Çу уйăхĕн вĕçĕнче тăркăнтăрла хĕртсе пăхакан ырă хĕвеле усал вупăр кăшлама тытăннă. Кун тĕттĕмленсех ларнă. Хирти çынсем, «тĕнче пĕтет» тесе, кăшкăрса таçталла чупнă. Вăкăрсем те хăрушшăн мĕкĕрсе тĕрлĕ еннелле ĕрĕхме пăхнă, чĕн пичевсене арпаштарса çыхлантарса пĕтернĕ. Сахар куккăшĕ — хаяр Темен те, пуçне икĕ аллипе хупласа, вăкăр пек мĕкĕрсе, юпах тпха евĕр таçталла тапса сикнĕ.

Вунвиççĕри Сахар, хăй çав тери хăраса ӳкнĕ пулин те, амăшне юлашки хут курса юласчĕ тесе, Чулçырма еннелле чупнă. Ашрн сисĕм ăна акнă анасем урлă, Куçминккана та кĕмесĕр, тӳрĕ çулпа, лаша çулне темиçе çухрăм кĕскетсе, чуптарнă. Çул тăршшĕпе куççуль юхтарса чупнă ача. Хĕвел каллех хĕртсе пăха пуçланине, кун çĕнĕрен çутăлса кайнине курман, сисмен вăл, çапах, урапа сулĕ çине тухса, макăрма чарăннă, чупасса та хушăран канкаласа чупа пуçланă. Çурма çултан иртсен, мĕскĕи ача кĕтмен çĕртен амăшне тĕл пулнă. Круни карчăк та, кун çути хупланма пуçласан, хиртен киле мар, Якаль еннелле чупнă. «Ывăлăма юлашки хут курса юласчĕ!» тенĕ вăл та. Ывăлĕпе амăшĕ, пĕр сăмах чĕнмесĕр ыталашса, макăрашса киле таврăннă.

Сахар килте те чĕтреме, хушăран ĕсĕклесе илме чарăнман. Тин вара Круни карчăк ывăлĕ çине тăрă ăстăнпа, тимлĕ куçпа пăхма пуçланă, ачана пуçран ачашласа, ун пурнăçĕ пирки тĕпчеме тытăннă. Халĕ Сахар ним пытармасăр пĕтĕмпех тĕрĕссппе каласа панă. Амăшĕ ывăлĕн пуçне ыталаса итлесе ларнă вăхăтра хăй те чĕтреме пуçланă, ĕсĕклесе макăрнă, юлашкинчен çĕнĕ юрă юрласа янă. Хурлăхлă та савăнăçлă пулнă ун çĕнĕ юрри. Круни карчăк юрланине итлеме ырă хĕвел усал вупăра çĕнтернĕшĕн савăнакан халăх пухăна пуçланă…

Çакăн хыççăн Круни карчăк ывăлне килтех хăварнă, ăна ал ĕçĕсемпе айкашма чарми пулнă. Хĕлле раштав уявне Круни Якальне кайса килнĕ. Унта вăл ывăлĕн парăмне кăштах тавăрнă. Шăллĕне ӳсĕртиччен ĕçтернĕ те, чышкăпа тӳпелесе, пушăпа хĕртсе, патакпа çапса чĕп-чĕр юн туса хăварнă.

Хĕвеле вупăр кăшлани Сахаршăн тспĕр енчен те усăллă пулнă. Круни карчăк хĕвел вупăра çĕнтерни çинчен хурлăхлă та савăнăçлă юрă юрланă чух Таймансен пӳрчĕ умне Мăрзабай Тимушс пырса тăнă. Юрă пĕтсен, вăл Сахара чĕнсе тухса хăйсем патне илсе кайнă. Тимуш ачаран Якалĕнче епле тĕнче пĕтни çинчен ыйтса пĕлнĕ, унтан, тула тухса, чӳрече хупписене хупнă. Пӳрте таврăнсан, вăл лампа çутса янă, вара пĕр аллине глобус, тепĕр аллине хура çип çăмхи тытнă та хĕвел мĕншĕн тĕттĕмленнине ăнлантарса панă. Тавçăруллă та тĕпчевçĕ ача пĕтĕмпех ăнланнă, ăнланнă та, Темен куккăшĕ, вăкăрĕсене пăрахса, хăй вăкăр пек мĕкĕрсе янине аса илнĕ, йăл кулса янă. Сахар вулама вĕренесшĕн пулниие пĕлсен, Тимуш ăна букварь кăтартнă, çавăнтах хăшпĕр саспаллисемие паллаштарса, кĕнекине ачана парсах янй.

— Вĕрен, никамран та ан хăра, маи пата килсе çӳреме ан имен, хут вĕренме пулăшăп сана, — тенĕ Тимуш юлашкинчен.

«Тĕнче пĕтнĕ» кун Сахаршăп чăп телейлĕ кун пулнă.

Кĕнеке вуласа, Тимук пиччепе час-часах калаçса, ӳссе çитĕнекен Çветтуй Сахар хăй сисмесĕрех çылăхлă çын пулса тăнă, турра ĕненми пулнă. Круни карчăк, ку тĕнчери пурнăçа ытларах юратаканскер, леш тĕнче пурриие питех шанман пулас. Типĕ тытман вăл, чиркĕве çӳресех кайман, ывăлне те «вырăс туррине» ĕненме хистемен. Çав вăхăтрах ăна чăваш туррипе Киремете хисеплеме хушнă.

Авлăнас вăхăт та çитнĕ ĕнтĕ Сахаршăн. Унран лайăх каччă урăх çук та пуль: шорннк та атăçă вăл, столяр та платник, кăмака купалама та пултарать. Йăваш та ĕçчен йĕкĕт. Апла пулин те çавнашкал пархатарлă качча кăмăллакан хĕр Чулçырмара тупăнмаи курăнать. Тен, каччине кăмăлланă та пуль, анчах ун амăшме пĕри те ырламан, пулас хаяр хунямаран хăранă. Хĕрсен ашшĕ-амăшсем те çаплах шутланă ĕнтĕ. Ĕçкĕре çуйăхакан, арçынсемпе çапăçакан карчăкпа никамăн та хурăнташланас килмен, унăн евчисене йышăнман. Круни карчăк куншăн ытлашши кулянман, Якальтен пĕр йăваш тăлăх хĕр тупса килнĕ те ывăлне евчĕсемсĕр-туйсăрах авлантарнă, чиркӳре венчет тунипех çырлахнă.

Мескĕн çамрăк хĕрарăм хăй пекех йăваш упăшкине тем пек юратса пăрахнă. Хунямăшĕн хаярлăхне упăшкишĕн те, пĕчĕк ачисемшĕн те чĕмсĕррĕн тӳснĕ. Пĕррехинче, упăшки йывăр чирлесе выртсан, çамрăк хĕрарăм, çĕрле хунямăшĕнчен вăрттăн çурта çутса, турăш умне чĕркуçленсе ларнă. «Эй, турăçăм, аи тив Сахара, пĕчĕк ачасене шелле. Эп вĕсене пăхса ӳстереймĕп, хаяр карчăк çисе ярать мана. Ан тив Сахара, ун вырăнне ман мĕскĕн чунăма йышăн», — тесе куççуль юхтара-юхтара пуççапнă вăл. Илтнĕ пуль туррп мĕскĕн хĕрарăмăн хурлăхлă сăмахне. Сахар сывалнă, анчах кĕçех, тăваттăмĕш ачине (виççĕмĕш ывăл ача) йывăр çуратнă хыççăн, унăн çамрăк арăмĕ вилсе кайнă. Амăшĕсĕр юлнă пĕчĕкки аптраман, асламăшĕ ăна килĕрен йăтса çӳренĕ, кăкăр пама пăрахман хĕрарăмсене тупса, кăкăр ĕмтернĕ. Чăн пĕчĕкки вырăнне тенĕ пек, Сахарăн тепĕр пĕчĕк ывăлĕ, иĕчĕкки умĕнхи, сасартăк вилнĕ. Çапах урçа Сахарăн виçĕ ача юлнă-ха.

Иккĕмĕш хут авланма Сахара тата йывăртарах пулнă. Амăшĕ хаяр карчăк, ачисем пĕчĕккĕ. Кам пытăр çав урçана качча? Çапах пĕр хĕрарăм, яппун вăрçи вăхăтĕнче тăлăха юлнă салтак матки, Сахарпа мăшăрланма килĕшнĕ. Тепĕр хуйхă тата: пуп вĕсене венчет тумаеть. Лисукăн упăшки яппун вăрçинче «песвĕç» çухалнă иккен, вăл вилни çинчен пĕлтерекен хут çук.

Пуп Сахара Хусана архяерей патне кайса йăлăнма канаш панă. «Вăл хут туса парсан тин венчет тума пултарап», — тенĕ. Çук, Хусана кайман Сахар.

— Пирĕн ват асаттесем венчетсĕр те лайăх пурăннă, — тенĕ вăл амăшне. — Эсĕ мана туйсăр авлантартăн, халь эпĕ хам туйсăр-венчетсĕр авланап.

Ватăлса кăшт йăвашлана пуçланă амăшĕ хирĕç сăмах чĕнмен. Лисука ӳкĕте кĕртме йывăртарах пулнă. Лисук вырăс турринчен те мар, халăх сăмахĕнчен хăранă. Вара Сахар иккĕленчĕк хĕрарăма кăшт улталанă. «Тепĕр çултан укçа çитерсе Хусана мар, Мускава çити кайса килĕп. Килĕшӳ пулсан, венчечĕ пулĕ-ха вăл. Халăха та çапла калăпăр», — тенĕ. Лисук халех пĕрлешме килĕшнĕ вара.

Сахар иккĕмĕш хут авланнă хыççăн çулталăк иртнĕ çĕре Круни карчăк сасартăк вилсе кайнă. Çĕрле, пĕр ĕçкĕрен таврăннă чух, кĕпер çинчен Чулçырма çыранĕ айне татăлса аннă вăл. Хăшĕ-пĕри Круни карчăка такам юрнех çырап айне тĕртсе янă тесе те калаçнă. Анчах тĕплĕн пĕлекен пулман.

Куляннă, макăрнă Сахар, çав вăхăтрах тата хăйне ирĕке тухнă çын пек туя пуçланă. Елĕкех пурнăçа улăштарасшăн пулиă вăл, — амăшĕ ирĕк паман. Халь вара, «ирĕке тухсан», Сахар çĕр чавса, тар юхтарса пурăнас мар тенĕ. Вăл, икĕ лашарап пĕр лашнне сутса, хуларан граммофон, примус тата «çиçĕм» лампа туяиса килнĕ. Тĕлĕнтермĕш те усăсăр япаласем. Примусне Лисук чĕртме вĕренеймен, «çиçĕмне» çиçтерме хăранă. Арăмĕ макăра-макăра йăлăннине пăхман Сахар, Пасарлăяла куçса кайнă, арăмĕпе хĕрачине ирĕксĕрлесех майралла тумлантарнă.

Сахара качча тухнăшăн Лисук ӳкĕне пуçлать, хунямăшĕ кăра çилĕллĕ пулин те, унпа килĕшкелетчĕ-ха вăл. Халĕ акă Сахарăн хăйĕн пуçтахлăхĕ палăрчĕ.

Унччен тапак туртман, эрех ĕçмен упăшки амăшĕ вилнĕ хыççăн туртма та, ĕçме те пуçларĕ. Ку та темех марччĕ-ха. Анчах Сахар, урă чух ашшĕ пек йăвашскер, пĕр-ик черкке сыпсанах амăшĕ евĕрлĕ пуçтахланса каять: чарăнма пĕлмесĕр сӳпĕлтетет, юрлама тытăнать, чăркăшланса, кампа та пулин тытăçса кайма та хатĕр. Ун пек чух сăмах ан чĕн вара: çӳçреи сĕтĕрсе илме пăхать. Çынсен ĕçки виçĕ куна пырать, Сахар эрнесĕр чарăнмасть.

Венчете тăман Лисук, тен, Сахара пăрахса, тăван ялне таврăнĕччĕ те, Сахариа вăл пĕр ача тума ĕлкĕрнĕ-çке, халь тата каллех йывăрланнă. Якаль хĕрĕн тăлăх ачисене те хăйĕнни пекех юратать тата. Çапла, юратса-тарăхса пурăнма пӳрнĕ ĕнтĕ ăна.

Майра тумĕ те хăртать Лисука. Сахар хăй тата вырăсла кăна мар, хула çынни пек тумланма пуçларĕ. Унăн шурă вараланчăк кĕписене çуса ĕлкĕреймĕн. Юрать-ха, çав шурă кĕпе-йĕмне сайра хутра çеç тăхăнать вăл — ĕçкĕ-çикĕсенче.

Хăйĕн ĕçкĕ эрнине ирттерсе янă хыççăн Сахар, хула тумне хывса, шорник тумне тăхăнать. Умне тахçанах вараланса пĕтнĕ, тир пек хытса кайнă саппунне çакать. Каçса кайсах ĕçлет вара Сахар. Çавăнпа ĕçĕ те ăнать унăн. «Лаша тумне» уиран хитре çĕленине чаплă купцасем те курман. Чапĕ те пĕр вырăнта тăман иккен унăн, пĕтĕм тавралăха сарăлнă. Таçти-таçти ялтан тĕрлĕ пуянсем ĕç килсе параççĕ Сахара, ун патне нимĕç-колонистсем те, тутар-пушкăрт мăрсисем те çӳрекен пулчĕç.

Тепĕр чух ют енчен килнĕ пĕр-пĕр чаплă пуян шорника хăйĕнпе илсе кайнă та килĕиче ĕçлеттернĕ. Пĕр-ик уйăх ют енче ĕçлесе киле пысăк укçаиа таврăнсан, Сахар яланах хайхн ĕçкĕ эрни пуçласа янă. Çав путсĕр эрнене хăй темшĕн «Тасалăх эрни» е «Мунча эрни» тенĕ.

Ялти купцасем, лавккаçăсем, тĕрлĕ пуян та паллă çынсем шорника ют ение ĕçлеме кайса çӳренĕшĕн вăрçнă, кӳренпĕ, çавах вăл таврăнасса, хăйĕн «Мунча эрнине» ирттерессе тӳсĕмлĕ кĕтнĕ: пурпĕрех унран ăста шорник тупаймăн.

Ку енчи Букпн помешик та илтнĕ иккен чаплă шорник çинчен. Çĕнĕ ăратлă тройка туяннă хыççăн тĕрлĕ хăлтăрмаллă, çутă тӳмесемпе хитрелетнĕ кутлăх-йĕвен тума çав шорника чĕнтерме хушиă. Лешĕн шăпах «Тасалăх эрни» пуçланнă пулнă-мĕн. Улпут ыттисем пек шорник хăех урăласса тӳсĕмлĕн кĕтмен. Вăл пристава ӳсĕр шорника урăлтармэ хушнă. Лешĕ ним тума аптранипе «тасалакан» Сахара тĕрмене хупнă. Сивĕ подвалра Сахар час урăлнă, Вара прнстав вăхăтсăр «тасалнă» шорника конвойпа улпут патне ăсатнă.

Виçĕ тус пулнă Сахарăн Пасарлăялта. Пĕри чăваш, хăйпе пĕрле килнĕ Кăяш Тимкки, тепри вырăс, Кирилл Мороз ятлăскер. Вăл Кăяш Тимкки пек килсĕр-çуртсăр, çемьесĕр çын, Тимкки пекех сасартăк ялтан тухса каять те çанла сасартăках таçтан килсе тухать. Виççĕмĕшĕ — тутар усламçă. Гильмитдин Багаутдинов. Вырăссем тутар ятне кăшт кĕскетнĕ: Гильми Батинов тесе чĕнекен пулнă. Чăвашсемшĕн вара вăл Кĕлми Пăтти пулса тăнă. Çав Кĕлми Пăттин арăмĕ çап-çамрăк. Вырăспа чăваш тĕлĕнмеллипех тĕлĕнеççĕ. Тутарсен тĕнĕ, саккунĕ çапла иккен: вуникĕ çулхи хĕрачана та качча илме юрать.

Сахар хĕлле «çиçĕм» лампа çутипе çĕрле те ĕçлет. Вуник çулхи ывăлĕ, Рамаш, ашшĕне чĕн касса, çип пĕтĕрсе пулăшать. Çавăнтах Сахар тусĕсем, виççĕшĕ те пухăнса, хăйсем хушшинче сăмах пуçласа яраççĕ. Такамран асăрханса, вырăсла мар, е тутарла, е чăвашла калаçма тăрăшаççĕ хăйсем. Чăваш ялĕсем тăрăх çӳресе, усламçă чăвашла лайăх калаçма вĕреннĕ. Кирилл Мороз тутарла пĕлет, чăвашла калаçнине те ăнланать. Кăяш Тимккипе Кĕлми Пăтти часах тавлашса каяççĕ. Кирнлл Мороз вĕсене хĕтĕрткелесе ларать. Хуçа ĕçлет. Те илтет вăл çынсем мĕн шавланине, те илтмест те — калаçăва нихçан та хутшăнмасть.

Рамаш вара хăлхине чанк! тăратса итлет. Кĕлми хăйĕн Магометне мухтать, Христоса хурлать. Кăяш Тимкки Магометне те, Христосне те хурлать. Тĕн пирки калаçма тытăнсан, яланах хирĕçеççĕ вĕсем. Патша пирки калаçнă чух хирĕçмеççĕ вара. Патшине иккĕшĕ те хурламаллипех хурлаççĕ. Рамаш та, ашшĕ пекех, шăпăрт ларать, анчах шухăшлама юрать-çке. «Кĕлми пиччен арăмĕ çамрăк, çавăнпа Магометне мухтать вăл», — тет хăй ăшĕнче.

Кăяш Тимкки пĕр хĕл хĕлĕпех Пасарлăялта пурăннă. Анчах вăрçă пуçланас умĕн ăна стражниксем таçта тытса кайнă. Сахар иатĕнче арестленĕ ăна. Илсе кайнă чух Тимкка Сахара виçĕ сăмах çеç чăвашла каласа хăварнă: «Сиввипе пăттине систер», — тенĕ. Систернĕ те пулĕччĕ Сахар, анчах тутар усламçă та, Кнрнлл Мороз та, унчченех ялтан кайнăскерсем, Пасарлăяла урăх таврăнман.

Çав виçĕ тус — тутар, вырăс, чăваш — Сахарăн ахаль те канăçсăр чĕрине тата ытларах хускатса хăварнă.

Виççĕшĕ те пухăнса шавланă вăхăтра Сахар шарламасăр нтлесе ларнă. Анчах Тимккапа иккĕшех юлсан (Рамаш çук чух) вĕсем иумай калаçпă. Тимкка хура халăхшăн тăрăшнине, çавна пула тĕрмере ларса курнине пĕлет-ха Сахар. Анчах Кирилл Мороз та çавăншăнах влаçсенчен тарса, пытанса пурăнать вĕт. Çапах весем хушшинче килĕшӳ çук. Революционерсем хушшинче те уйрăмлăх пур иккен. Мороз хресчене мала хурать, Кăяш — рабочие. Рабочн класс кăна ытти ĕçхалăхне ертсе пыма, революци тума пултарать, тет.

Кĕлми хăй революционер яхăнне пырайман. Анчах Кирилл Морозпа Кăяш Тимккишĕн шанчăклă çын пулнă вăл, иккĕшне те, хăй усламçă ĕçĕпе ялсем тăрăх çӳренĕ чух, кирлĕ çынсемпе çыхăнма пулăшнă.

Сахар та икĕ революционер патне Кĕлмирен ытларах çывхарайман. Вăл Кĕлми пек хăйĕн ирĕклĕхĕ пирки çеç çуннă. Укçаран вăйли тĕнчере ним те çук тесе шутланă вăл. Тайман Сахарĕ пуйса тĕрлĕ йывăрлăхраи, пусмăрлăхран хăтăлма, ирĕке тухма ĕмĕтленнĕ. Çав ĕмĕтпе Пасарлăяла куçса килнĕ те.

Çук çав, мĕн чул ĕçлесен те хăвăн ĕçӳпе кăна пуяймăн. Çавна Сахар та нурăна кнле самях ăнкарчĕ ĕнтĕ.

Çулсем иртсех пыраççĕ. «Çулсем тавалла — ĕçсем анаталла», тенине аса илчĕ Сахар, тата хăнĕн сăмахне те çавăрса хучĕ: «Вăтăртан иртсен çĕнĕ ĕçе вĕренеймĕн, хĕрехрен иртсен, кăмака çикчен кăпăр-капăр анаймăн».

Хĕрĕхе çитесси те ннçех мар, тата икĕ çул кăна юлнăччĕ. Çав вăхăтра кăвак билетлă çамрăк мар Сахара та салтака илсе Тĕрĕк фронтне ăсатрĕç.

Ашшĕне ăсатнă чух Сахарăн аслă ывăлĕ Рамаш çапла каларĕ:

— Çемьемĕр пирĕн пĕчĕкех мар, мансăр пуçне тата пилĕк çăвар. Çĕр ĕçлесе, тырă акса пурăнма пирĕн çĕрĕ те, ака таврашĕсем те ç.ук. Çапах, атте, эс ан пăшăрхан. Эпĕ пысăклантăм ĕнтĕ. Вĕренме пăрахасах пулать. Пирĕн амаçури ырă кăмăллă çын. Хăйĕн ачисене те, пире те пĕрпек пăхать. Ман ют енче ĕçлеме килсен те, Тарасшăн кулянмăпăр. Аккана качча пама тăрăшăп, çулĕ çитнĕ. Ан кулян, атте, часрах вăрçă пĕтерсе киле чиперех таврăн.

Ашшĕ салхуллăн йăл кулчĕ, ывăлне ыталарĕ те тытăнчăк сасăпа шӳт тунă пек каларĕ:

— Хăçан пысăклантăн вара? Мана систермесĕрех пысăклантăн пулать.

— Ара, эпĕ, эс çывăрнă чух, çĕрле ӳсрĕм. Çук, шӳтлеместĕп. Чăнах та эп сан шорник пӳлĕмĕнче çĕрĕпе кĕнеке вулаттăм. Тимкка пиччен кĕнекисене те вуласа курнă.

— Çавăнпа ман «çиçĕм» лампа краççын нумай çăтакан пулнă иккен, эп ăна, шăтман-ши тесе, çавăркаласа та пăхнă, — кулам пекки турĕ ашшĕ. Юлашкинчен ывăлне тепĕр сăмах каласа хăварчĕ:

— Тимкка Кирилл Морозран тĕрĕсрех çулпа пырать иккен. Ун çулĕ чăн-чăн ирĕклĕх çулĕ пек туйăна пуçларĕ мана. Эп таврăнаймасан, Кăяш Тимккине шыраса тупма тăрăш. Ун хушаматне те пĕлместĕн пуль-ха. Авандеев Тимофей Степанччă вăл. Итле Тимкка пиччӳне, вăл каланă пек пурăн. Хăвăн телейӳшĕн тăрăшнă чух та вырăссен халăх сăмахне ан ман: «Один в поле не воин».

Ашшĕне ăсатнă хыççăн Рамаш ун юлашки сăмахĕсене аса илсе шухăша кайрĕ, анчах вĕсен чăн пĕлтерĕшне ăнкараймарĕ.

Кĕçех ун пек шухăшсем сĕвĕрĕлчĕç. Халлĕхе Рамашăн урăх хуйхă. Вăл, вунултă çулхи йĕкĕт, пысăк çемье пуçĕ ĕнтĕ. Ултă çăвара епле тăрантарса пурăнас пирки шухăшлама тивет. Тивет мар, тиврĕ те…

Рамаш

Рамаш тăван амăшĕнчен çиччĕре юлнă.

Урă чух Сахар хăйĕн ачисеие курмастчĕ-асăрхамастчĕ тейĕн. Тăлăхсене кам та пулин шеллесе калаçма пуçласан е шухă та юрккăн Рамаша мухтама тытăнсан, вăл хирĕç шарламастчĕ. Хĕрĕнкĕллĕ чух вара хăех сăмах пуçлатчĕ:

— Эй, мĕскĕн Тайман ăрăвĕ! Чĕмсĕр чунсем, сивĕ юнлă йăваш чăвашсем эпир. Рамаш кăна маттур чун, Таймансене хуман вăл, пĕтĕмпех асламăшне, вĕри юнлă мăнаçлă Круни карчăка хунă. Астăвăр: пысăк çын пулать вăл.

Ачи ӳснĕçем шухăланса пычĕ. Ентĕ ашшĕ ăна урă чух та асăрхакан пулчĕ. Аслă ывăл ачи ытла ашкăнма пуçласан, Сахар пуçне сулкаласа сăмах чĕнетчĕ:

— Такама кайса хунă эс, усланчăк. Çын пулайăн-ши вара? Ахăртнех, Чахрун Мишши пек иĕр-пĕр услап пулатăн пуль.

— Асаннене хунă эп, атте, — кулса хуравлатчĕ ашшĕн ӳсĕр чух каланă сăмахне астуса юлнă ача, — пĕтĕмпех вĕри юнлă, мăнаçлă Круни карчăка хунă. Астăвăр: пысăк çын пулатăп эп.

Ашшĕ, кăмăлсăрланнă пек пулса, ывăлне чăр пăхса илетчĕ, унтан, Рамаш хирĕç сăмах чĕнме аптраманшăн савăнса, мăкăртататчĕ:

— Асаннӳне хуни пырĕччĕ. Темен куккана хуман-и?

— Вĕлерсен те Тĕве куккана хумастăп. Нихçан та ун пек курпунланса чашкăрса çӳрессĕм çук, — хăвăрт хуравлатчĕ хăюллă та тавçăруллă ача.

Сахар Якальтен тарса кайнă хыççăн çав ялта урăх пулман мар, анчах амăшĕн тăванĕсем патне пĕрре те кĕрсе курмарĕ. Темен куккăшĕ хăй Чулçырмана хăнана пырсан та, Сахар килтен тухса каятчĕ. Круни карчăк шăллĕне каçарнă пулас, ăпа ним иулмап пекех йышăнатчĕ, çапах хăнине хăвăртрах каялла ăсатма е урăх хурăнташĕсем патне кăларса яма тăрăшатчĕ.

Ватăлас енне кайсан, килĕшӳсĕр вăрăм Темен курпунланса кукăрăлсах ларнă. Ашкăнчăк та сăнавлă Рамаш ăна пĕрре курнă хыççăнах Тĕве кукка тесе чене пуçларĕ. Асламăшĕ уншăн ача хăлхине пăрма пăхатчĕ. Сахар та ачине сивленĕ пек пулса, сăмах хушатчĕ:

— Ват çынна мăшкăлласа чĕнме ырă мар, ывлăм.

Хăй çав вăхăтрах ăшра кулса шухăшлатчĕ: «Сăнавлă ача, шельма. Чăнах та тĕве евĕрĕ пур çав. Тĕве пекех сурчăк сирпетет».

Рамашăн ытла шухă хăтланăшсене сăнаса, пĕр савăнатчĕ, пĕр пăшăрханса шухăша каятчĕ Сахар: «Хăюлăхĕ усса кайсан, лайăхчĕ. Каймасан? Тен, çаплах ашкăнчăк та сулăнчăк пулса юлĕ. Ним ĕçре те тимлĕхĕ çук пек. Асламăшне çитеймест пуль çав. Карахтĕрĕ палăрмасть». Пурăна киле Рамашăи «карахтĕрĕ» палăрчĕ хайхи Пасарлăялта вăл ашшĕне самаях пулăшакан пулчĕ. Хушнă ĕçе тăрăшса тăвать, мĕн кирлине час ăикарать. Анчах пĕррехинче ача ашшĕн сăмахне ăнлансах çитеймен, чĕн чĕллисене ансăртарах каснă. Ашшĕ çавиа асăр-хасан, тискеррĕн кăшкăрса пăрахрĕ те ачине аллинчи пĕвенпе пуçран çапрĕ. Рамаш пĕр самант сăнпа шурăхса, вырăнтан хускалмасăр ларчĕ. Унтан сасартăк ура çине тăчĕ те алăк патне утрĕ, тухса кайнă чух алăка çилĕпе шаклаттармарĕ, ăна ерипен, «тăрăшса» хупса хăварчĕ.

— Ыраттармаллах çапмарăм-çке. Пĕвен мĕн вăл? Патак мар. Минтер пек кăпăш япала. Вăт клещепе çапнă пулсан, — пăтранчăк ăшпа мăкăртатрĕ ашшĕ, ывăлĕ çапла тухса кайнă хыççăн. Шорникăн ĕçĕ те çав каç питех ăнмарĕ. Ывăлĕ таврăнасса пăшăрханса кĕтсе ларчĕ вăл.

Рамаш çур çĕр тĕлне тин таврăнчĕ.

— Юрĕ-çке, — терĕ ашшĕ «лăпкă» сасăпа. — Тăват ураллă лаша та тепĕр чух такăнать. Асаннӳне хунă çав эсĕ. Унăн мăнаçлă кăмăлне палăртрăн пулать.

— Эс мĕн пирки, атте? — айванла тĕлĕнсе ыйтрĕ ывăлĕ.

— Ара, сăмах чĕнмесĕр тухса кайрăн-çке. Кӳрентĕн пулать.

— А-а, эпĕ учитель мана каçхине кĕнеке илме пыма хушнине сасартăк аса илтĕм. Хăй çавна маннă курăнать: Пăсар вĕçне тухса кайнă. Эп ăна кĕтсе лартăм, вăл çаплах таврăнмарĕ.

«Çук, асаннӳне те, аçуна та хуман эс. Асаннӳ пилĕк минутран сивĕнетче, эпĕ çур сехетсĕр лăпланаймастăп. Эсĕ, ав, тăватă сехетрен тин мĕн пулнине «маннă». Вун тăваттăрах çапла хăтланатăн, — пĕр хурланса, пĕр савăнса шухăшларĕ Сахар. — Ачана Темен кукка мана патакпа вĕрентнĕ пек мар, урăхларах вĕрентмелле çав. Кашни ачан — хăйĕн екки-кăмăлĕ».

Вунпĕре пуснă Рамаш Пасарлăялта аптраса ӳкмерĕ, хăйне хăй çакăпта çуралса ӳснĕ пекех тыткалать. Вырăссем кунта чăвашпа ылмашсах ларса тухнă. Чăваш ачисем вырăс ачпсемпе нĕрле выляççĕ. Çапах вырăсла кăйттăм калаçаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем вĕсене шкула яманни хăртать.

Рамаш кунта киличчен вырăсла пĕлнĕ сăмахсене те вырăнлах калаймастчĕ. Çавăнпа вăл çĕнĕ çĕре килнĕ-килменех вырăс ачпсемпе хăй ăссĕн паллаша пуçларĕ: «Вырăсла калаçма часрах вĕренесчĕ!»

Рамаш ытти чăваш ачисем пек вырăсла пĕли-пĕлми калаçма хăраса, вăтанса тăмарĕ. Пĕр-пĕр сăмаха вырăнсăр калани темех мар. Вырăс ачисем, ан тив, кулччăр. Ахăрса кулни сиен мар-ха вăл. Тепĕр чух сăмахсене юри арпаштарать Рамаш, пĕле тăркачах «сильный» тес вырăнне «богатый» тет. Вырăс ачисем кулма тытăнсан, вăл ăилантарса парать тата:

— Чăн вăйлă çынна «богатырь» теççĕ. Çапла мар-и?

Вырăс ачисем хăшĕ шухăша каяççĕ: «Чăнах та!»

Кĕçех Рамаш вырăс юлташĕсемпе вырăнсăр каланă сăмахсем пиркн пер вăйă пуçласа ячĕ. Рамаш тахçанах асăрханăччĕ-ха: хăшпĕр вырăс сăмахĕсен пирвайхи сыпăкне кăшт çеç улăштарсан, пачах урăх пĕлтерĕшлĕ сăмах пулса тăрать: по-шел (кайрăм), при-шел (килтĕм), на-шел (тупрăм)…

Пĕррехинче Рамаш вырăс ачисемпе ял вĕçĕнчи кулккана палан татма кайрĕ. Хутаç е пĕр-пĕр савăт илменччĕ хăй. Нихçан та аптраман ача халĕ те аптраса тăмарĕ, палан çырлине кĕпе аркине татса тултарчĕ. Анчах пĕр тĕмĕрен такăнса çырлине тăкса ячĕ те:

— А я калину… насыпал, — терĕ хурланса. Вырăс ачисем кулса ячĕç.

«Малтанхи сыпăкĕ вырăнлă пулмарĕ çав», — тавçăрчĕ Рамаш.

— Ну, по-сыпал, от-сыпал, под-сыпал… Мĕнле каласан тĕрĕсрех пулать вара? Ну чĕлхе те сирĕн! — çилленнĕ пек каларĕ Рамаш.

— Рассыпал тесен, тĕп-тĕрĕсех пулать, — терĕ Яшка.

— Раз-сыпал, два-сыпал, три-сыпал… Çапла-и? Çук ĕнтĕ раз-сыпал мар, про-сыпал пултăр, — хуравларĕ чăваш ачи.

Вырăс ачисем савăнса ихĕреççĕ. Рамаш ытти сăмахсенче те пирвайхи сыпăка вырăнсăр улăштарма пуçларĕ. Пĕр лачака урлă каçнă хыççăн ачасем йĕпеннĕ урисене типĕтме кĕрхи хĕвел ăшшине ларчĕç. Кăшт ларсанах чăваш ачи:

— А у меня ноги уже от-сохли, — терĕ.

— Просохли, — кулса тӳрлетет Яшка. — При-сохли, — ахăлтатать Рамаш.

Вăйă пуçланчĕ те. Вырăс ачисем çавна час тавçăрчĕç. Яшка хутаçран çăкăр сăмси кăларчĕ, ăна пекĕпе тĕллесе:

— Хочешь, за-режу, — терĕ.

Вара ыттисем те кулăшла сыпăксем шыра пуçларĕç…

Ют чĕлхене çăмăл вĕренекен ача, çимĕк иртсен вырăс ялне килнĕскер, хĕле кĕнĕ çĕре вырăсла самаях таса калаçа пуçларĕ. Хăш чух кăшт тытăнса тăрать çеç: вырăнлăрах сăмах е тĕрĕсрех приставка шырать.

Пасарлăялăн тавралăхĕ питех мар та, Рамаша килĕшет. Чăваш вĕçĕ çумĕнчех — паланпа çĕмĕрт кулкки. Пĕр-ик çухрăмра икĕ юманлăх лаптăкĕ пур. Вĕсен çывăхĕнче — икĕ ту тĕмески. Курган теççĕ вĕсене. Ял çумĕпе Тригенник ятлă пĕчĕк шыв юхса выртать. Пĕчĕк пулин те, вăл, Чăваш вĕçĕнчен кăшт анаталларах пĕвенĕскер, ку тĕлте Тук шывĕ пекех курăнать: анлăшĕ те, тарăнăшĕ те çителĕклĕ. Шыва кĕме, пулă хыптарма ăнăçлă вырăнсем пур. Тăван Тук шывĕ те инçех мар иккен, ялтан пĕр пилĕк çухрăмра çеç. Ку енне хальтерех куçса килнĕ чăвашсем Тригенник сăмаха çавăрса калайман, хăйсем юханшыв валлн чăвашла ят шыраса тăман, ăна Çырма тенипех çырлахнă.

Пасарлăялăн мăн урамĕ Рамаша шалт тĕлĕнтерсе пăрахрĕ: вĕçĕмсĕр вăрăм та тӳп-тӳрĕ вăл, чăваш урамĕ пек шăп хуркайăк çулĕ тăрăх тăсăлать.

Çапах та Пасарлăялăн чăн пысăк тĕлĕнтермĕшĕ — Пасар вĕçĕ. Çуртсем кунта ытарайми хитре. Чиркӳ умĕнчи пысăк тăваткал лаптăкра — шутсăр лавкка-магазин.

Рамаш, çĕнĕ юлташĕсемпе Пасар вĕçне пирвайхи хут кайса килсен, ашшĕне хуйăрларĕ:

— Пасар вĕçĕ ял-и вăл е хула-и?

— Хула теме эс хулара пулса курман вĕт, — тĕлĕнчĕ ашшĕ.

— Эс каланине астăватăп. Унта икĕ хутлă чул çуртсем пур, йывăç çуртсен пĕренисене кураймăн — пĕтĕмпех хăма çапса сăрланă, лавкка-магазинсем вара шутсăр нумай темерĕн-и? Кунта та çапла мар-и? Лавккисене шутласа арпашса кайрăм: те çирĕм, те ытларах та.

— Эпĕ арпашмарăм, — терĕ ашшĕ, кулкаласа. — Тăватă магазин та вунçичĕ лавкка. Ярмункка вăхăтĕнче ытларах та пулать. Шăнкăрч йăви евĕрлĕ хăма хӳмесем кăмпа пек шăтса тухаççĕ. Ахальтен мар Пасарлăял теççĕ çав.

— Куçминккара та пасар пулать те, çапах унта виçĕ лавкка çеç. Ма вара унта виççĕ çитет, кунта вуннă та çитмест? — тĕпчет малаллах сăнавçă ача.

Сахар хăй те, Пасарлăяла пирвайхи хут килсен, Рамаш пекех тĕлĕнсе кайнăччĕ. Анчах вăл никамран та ыйтса тĕпчемерĕ, хăй ăссĕн тавçăрас терĕ. Ялĕ Куçминккасенчен темиçе хут пысăкрах ĕнтĕ, çапах куллен кашни лавккара çын вĕресе тăмасть-ха. Ахаль кун лавккаçăсем, лавкка умне тухса, çăвар карса е хĕвелçаврăнăш тĕшĕлесе лараççĕ. Пасар кунĕ çитсен тин Сахар пĕтĕмпех ăнланчĕ. Кунти пасар — Куçминккари вунă ярмункка. Пасарĕ те пĕр куна мар, виçĕ куна пырать темелле: ытларикун каçпа пуçланать те кĕçнерникун кăнтăрлапа тин вĕçленет. Пасар халăхĕ кунта пысăк тавралăхран иухăнать, утмăл-çитмĕл çухрăмри ялсенчен килекенсем те иайтах. Пĕр-пĕр хула е станци тавраш çывăхра çук: кĕпĕрне хули виç-тăватçĕр çухрăмра, чугун çул станцийĕ (Сурачăн) çĕр çухрăмра. Çавăнпа кунта катари ялсенчен хресчен те тавар илме килет, алăсти те тавар сутма çӳрет. Тата тĕрлĕ пысăк-пĕчĕк ялсенчи лавккаçăссм тавар илме çакăнтах килеççĕ…

Халĕ Сахар тĕпчевçĕ ывăлне çакăн пирки ăнлантарса пачĕ.

— Пирĕннисем ăçтан тавар илеççĕ вара? — малаллах тĕпчет ача.

— Пирĕннисем Сурачăна çӳреççĕ.

— Ма хулана каймаççĕ?

— Хулисем ннçе терĕм-çке. Сурачăнта юриех Пасарлăял валли тавар хатĕрлекен купцасем пур. Вĕсем пирĕннисене шанаççĕ, таварне хут туса кивçенех параççĕ… Юрĕ-çке, купца-молодца. Çу кунĕсем иртиччен чупкаласа юл, кайран ытлах чупаймăн. Кĕркунне шкула çӳреме пуçлăн ак. Купца пулас тесен, вĕренесех пулать, — вĕçлерĕ ашшĕ хăйĕн сăмахне.

Кĕркунне питех йăнатаймарĕ Рамаша. Хĕл кунĕсем йăпатмаллнпех йăпатрĕç вара. Кунта хĕлле куллен çăварни иккен. Пасар вĕçĕнчи пуянсем кашни кун каçпа лашапа ярăнса çӳреме тухаççĕ. Пар лашапа е тройкăпа çăварни чупакансем те пур. Вĕсене курма мăнни-кĕçĕнни урам тăршшĕпе тухса тăрать.

Кун тĕттĕмленнĕ çĕре тепĕр мерекке пуçланать. Кулачкă теççĕ çав мереккене. Малтан пĕчĕккисем, унтан йĕкĕтсем, юлашкинчен вĕсен пиччĕшĕсем, ашшĕсем урама юрин-юрин çапăçма тухаççĕ. Те вăйă, те чăннипех çапăçу. Пĕр-пĕр хушлăх таран уйăрăлса, «Пасар вĕçĕпе» «Чăваш вĕçĕ» тытăçаççĕ. Чăваш вĕçĕ тени ятшăн кăна. Чăвашран çапăçакан çукпа пĕрех. Çапах Рамаш ачасем çапăçнă чух тĕк тăраймасть ĕнтĕ, вырăс юлташĕсем çумне пырса хутшăнатех.

«Юрин-юрин» çапăçса та (çĕре ӳкни-выртнисене тивмеççĕ), çав кулачкăра аманнисем пулкалаççĕ — мăннисем хушшинче те, кĕçĕннисем хушшинче те. Рамаш сăмсаран юн юхтарса та, куçне-пуçне кăвакартса та, шăлсăр юлса та курнă. Ашшĕ чарма пăхрĕ. Кӳршĕ-аршăсем çавăншăн Сахартан кулма пуçларĕç. «Кулачкăсăр çын пулаймасть ачу», теççĕ тата. Сахар вара аллине сулчĕ те вырăс сăмахне аса илчĕ: «С волками жить — по-волчьи выть».

Хĕл тата тепĕр савăнăç кăтартрĕ Рамаша. Вăл кунта конькипе чупма та, йĕлтĕрпе ярăнма та вĕренчĕ.

Шкула çӳреме пуçласан, Рамаш шăматкун каç е вырсарникун çех кулачкăна тухакан пулчĕ. Эрне хушшинче вăхăт çук ун. Каçхине уроксем туса пĕтернĕ хыççăн ашшĕне ĕçре пулăшма тăрăшать.

Ашшĕн виçĕ тусĕпе пуринпе те варлă Рамаш. Çапах хăй пĕчĕкрех чух пуринчен ытла тутар усламçăна кăмăллатчĕ вăл. Те арăмĕ çамрăкран, те хăйĕн кăмăлĕ çапларан, Кĕлми Пăтти хăйне хăй Рамашпа тантăш пек тыткалатчĕ: вылятчĕ, алхасатчĕ унпа, ăна анекдотсем, тĕрлĕ кăсăк историсем каласа паратчĕ. Тепĕр чух, çуллахи вăхăтра, ашшĕ ют енче ĕçленĕ чух, Кĕлми ăна хăйпе пĕрле çывăхри ялсенче тавар сутса çӳреме илсе каятчĕ, сутуçă ĕçне хăнăхтаратчĕ. Пушкăртла ĕлĕкех шеп калаçатчĕ Рамаш (Чулçырмара пушкăртла пĕлмен ача çук), халь вара усламçăран таврари ытти халăх чĕлхисене те самаях вĕренчĕ.

Кăяш Тимккине арестлени, çавăн хыççăн лешĕсем те çухални йăлтах пăлхатса хăварчĕ çитĕнсе пыракан йĕкĕте. Час-часах шухăша каякан, кĕнеке тата ытларах вулакан пулчĕ вăл.

Чăваш вĕçĕнчи шкула пĕтернĕ хыççăн Рамаш Пасар вĕçĕнчи ултă çул вĕренмелли шкула куçрĕ. Ана та ăнăçлă пĕтеретчĕ пуль, анчах вăрçă чăрмантарчĕ. Ашшĕне салтака ăсатнă хыççăн шкула урăх каймарĕ вара, мăнтăр Еликов патне приказчика кĕрĕшрĕ.

— А-а, шорник ывăлĕ, Тайманкин! — палларĕ купца ĕç шыракан çамрăк йĕкĕте.

— Çук, Тайман-кин мар, Тайман-ов эпĕ, — çирĕп сасăпа хуравларĕ Рамаш, лавккаçăн çуланса тăракан куçĕнчен пăхса.

— Епле… Епле вара? — тăрăхласа ихĕлтетрĕ купца. — Аçу, значĕт, Тайманкин, эсĕ, значĕт, Тайманов пултăн-и? Ай, йӳрĕк те эс, ача! Ай кудесник-чудесник, пăх-ха эс ăна!..

Анчах Рамаш чăваша мăшкăллама пăхакан купцана тепĕр май тĕлĕнтерсе пăрахрĕ:

— Сывă пулăр эппин, — терĕ вăл, çурăмне кăтартса.

— Стой! — хĕрарăм сассипе çухăрса ячĕ лешĕ. — Ешĕл эс чăнахах ултă чĕлхе пĕлетĕн пулсан, хуть Раманов тесе чĕнĕп сана. Пожалстă, господин Тайманов. Чĕнни мĕн вăл! Пĕлессӳ килсен, çавăн пек хут туса пама пултарап. Сăмахпа кăна мар, пачпăрт тăрăх Тайманов пулăн вара.

Хут пирки, тен, купца шӳтлесе кăна каларĕ пуль ун чух. Анчах Рамаш хăйĕн хушаматне, чăнах та, кăшт урăхлат-ма шухăш тытнăччĕ-ха. Вырăссене мăшкăллă Тайманкка ята ан астутартăр тек. Тайман ятран тухнă хушамат вырăс чĕлхи законĕпе Тайманов пулмалла.

Хутне те тума пулчĕ Еликов, ĕç укçи пирки те хытса тăмарĕ. Мĕн кирлине час тавçăрнă чее купца. Пасара вьь рăсран пуçне тутар-пушкăрт, чăваш, мăкшă, хахул, нимĕç çӳрет. Кашнинпех ун тăван чĕлхипе калаçакан приказчик тупăш мар-и! Тавар илекенсен кăмăлне хăй енне çавăратех вăл.

Чăн та çапла пулни час палăрчĕ. Ултă чĕлхеллĕ приказчика кайран ытти купцасем илĕртме пăхрĕç. Еликов ăна вĕçертсе ямарĕ: тума пулнă хутне те туса пачĕ, ĕç укçине те хăех сăлтав тупса ӳстерчĕ.

Рамаш Мăрзабая мунча хыççăн чей ĕçнĕ чух каласа пани пĕтĕмпех тĕп-тĕрĕс. Ашшĕ хальтерех килсе кайни çинчен те асăнчĕ йĕкĕт, вăл большевик пулса тăни çинчен çех шарламарĕ.

Юлашки вăхăтра, ашшĕнчен нумай вăхăт çыру килменнине кура, Рамаш хытă пăшăрханма пуçланăччĕ. Тайман Сахарĕ никам кĕтмен-шутламан çĕртен киле таврăнчĕ. Пĕр уйăха отпуск панă ăна. Анчах ун пирки арăмне шарламарĕ салтак, ик-виç кунтанах каймалла терĕ. Ма апла пулнине ывăлне çеç тĕрĕссипе каларĕ.

Халĕ Рамаш ашшĕн пĕлтĕрхи сăмахĕсене пĕтĕмпех ăнланчĕ ĕнтĕ. Каяш Тймкки большевик пулна иккен, Кирилл Мороз — эсер. Ашшĕ ун чух Тимккана ытларах шаннă пулин те, иккĕленнĕ. Фронтра тин ун куçĕ уçăлса, пуçĕ тасалса çитнĕ. Килтен халех кайма большевик тивĕçĕ чĕнет ăна. Анчах каялла, Тĕрĕк фронтне, таврăнмасть вăл. Вĕсем, большевиксем, миршĕн кĕрешеççĕ иккен. Халĕ салтак Самара васкать. Унта большевиксен комитечĕ хушнипе чăваш салтаксем хушшинче ĕçлеме тивет унăн.

Кăçал каллех ял вĕçĕцче ывăлĕпе уйрăлнă чух Сахар унпа уççăнрах калаçрĕ:

— Сана калама мансах кайнă. Пирĕн Тимкка, Авандеев юлташ, таврăннă вĕт. Катари ссылкăра, таçта Çĕпĕр тĕпĕнче, пысăк революционерсемпе пĕрле пулнă вăл. Вĕсенчен пĕрне, Куйбышев юлташа, Тимкка пиччӳ тарма пулăшнă, каярах хăй те Çĕпĕртен шăвăнма май тупнă. Революци пулнă çĕре, Самара, çитнĕ вăл, унта ссылкăри юлташне тĕл пулма ĕмĕтленнĕ те, тĕл пулайман. Вара Тимкка хамăрăн кĕпĕрне хулине, Оренбурга, васканă. Халь çавăнта ĕçлет. Куйбышев юлташ Самарти большевиксене ертсе пырать. Ссылка хыççăн пĕрне-пĕри курман-ха вĕсем. Вăхăт çук. Эпĕ те ак килтен кайма васкатăп. Тепĕр революцишĕн кĕрешетпĕр. Чăн-чăн революци туса, буржуйсене мар, рабочисемпе ĕç хресченĕсене ирĕке кăларас пулать. Буржуйсемпе помещиксене тĕпренех кăкласа ывăтмалла. Пролетариатăн çулпуçĕ Ленин юлташ çапла вĕрентет пире.

Рамаш çав ята ашшĕнчен пуçласа илтрĕ. Унччен илтмен çĕнĕ ят ун хăлхинче тăруках чарăнса тăраймарĕ. Кăçалхи тĕрлерен çĕнĕ ятсем хушшинчен уйăрса илеймерĕ ăна ăстăнпа тин аталанса пыракан çамрăк йĕкĕт.

Çапах ашшĕ сăмахне лайăх ăнланчĕ Рамаш. Нумайăшне, купцасен пурнăçне çывăхран сăнаса, хăех ăнкарнăччĕ вăл. Халĕ ашшĕн сăмахĕ «çиçĕм» лампа пек пур тĕттĕм кĕтесе çутатса пачĕ.

Туслăх

Рамаш Трашук патне хăнана килнĕренпе икĕ эрне çитрĕ ĕнтĕ. Кунсем çурхи шыв пек хăшĕ шăнкăртатса, хăшĕ лăпкăн юхса иртсе кайрĕç. Çанталăкĕ самаях савăнтарчĕ çак кунсенче. Аслати кĕрлекелерĕ, çумăр çукаларĕ, улăх чечекленчĕ, вăрман саркаланчĕ.

Икĕ тус таçта-таçта çитсе курчĕç: Тук тăрăх вăрманти сукмаксемпе тухăçалла та, анăçалла та çӳрерĕç, Чулçырма варĕпе çурçĕрелле Йĕнерлĕ ту патне çити кайса килчĕç. Кăнтăралла çеç çӳремен, вырăс енне каçса курман.

Шавлă та савăк кăмăллă çамрăк хăна сасси Мăрзабай килĕнче кăна мар, çĕрпӳртре те ян янрарĕ. Сăпанин пысăк хуйхăпа пĕркеленсе ларнă тĕксĕм сăнĕ якалма, çуталма пуçларĕ. Сӳнес патне çитнĕ пурнăçа та чĕртме пăхрĕ Рамаш. Вăл Трашукăн чĕмсĕрленнĕ асламашне кăмака çинчен антарчĕ, тула йăтса тухса, хĕвел ăшшине ешĕл курăк çине лартрĕ. Типĕтнĕ пулă пек хытса кайнă карчăка та чун кĕчĕ, ун шăлсăр тути-çăварĕ уçăлчĕ:

— Эй, ие путекки, намăшшăр, ан алхаш, — терĕ вăл, çурта пек сарăхса кайнă пӳрнипе Рамаша юнаса.

Трашукшăн Рамаш килнĕренпе çут тĕнчене чун кĕнĕ пек туйăнать. Тĕрĕссипе, Рамаш хăй те чĕрĕлсе кайрĕ тăван ялта, паян тин куç уçса илемлĕ çанталăка, кăмăллă çынсене курнă пек туйăнать ăна.

Ахăртнех, иккĕшĕн те пачах улшăнас вăхăт, каччă вăхăчĕ, çитрĕ пуль. Лере, Пасарлăялта, мар, кунта, Чулçырмара, тин тăруках мăнланнă-ши вара Рамаш?

Аплах мар ĕнтĕ. Рамаш ашшĕне вăрçа ăсатнă чух каланă сăмах тĕрĕсех. Çĕрĕ-çĕрĕпе «çиçĕм» лампа çутипе кĕнеке вулани харама кайман. Кăяш Тимккин вăрттăн вуламалли кĕнекисем уйрăмах шухăшлаттарнă ăна, ăстăнпа хăйĕн тантăшĕсенчен маларах çитĕнме пулăшнă. Майĕпен ун куçĕ уçăла пуçланă. Çут тĕнче те икĕ вĕçлĕ иккен: пĕр енче — «Пасар вĕçĕ», тепĕр енче — «Чăваш вĕçĕ»; пĕр вĕçре — пуянлăх, тепĕр вĕçре — чухăнлăх; пĕр вĕçре — усал, тепĕр вĕçре — ырă…

Тата çакна та асăрханă Рамаш: библиотекăран илсе вулакан кĕнекисенче, кашни кĕнекерех тенĕ пек, писательсем ытларах юратупа туслăх çинчен çыраççĕ. Çак икĕ туйăм пирки юлашки вăхăтра вăл час-часах шухăшла пуçларĕ. Туссем пур-ши ун? Çук мар. Анчах туслăх-и вăл! Кашни «туспах» ним мар çĕртен вăрçса кайма пулать.

Юрату тени мĕнле вара? Рамаш хăй кама та пулин юратса курнă-ши? Шухăшпа ку тĕле çитсен, сасăпах кулса ячĕ каччă. Хăйĕн пурнăçĕнче пулнă пĕр мыскараллă историе аса илчĕ. Унччен Рамаш хĕрачасене вăрçтарнă çеç. Хальхинче вăл кĕтмен-шухăшламан çĕртен çĕнĕ библиотекаршăна сасартăк юратса пăрахрĕ. Майра хĕрĕ çап-çамрăк пулин те, ăна Татьяна Николаевна тесе чĕнеççĕ. Анчах хальччен тутанса курман, чуна канăçсăрлантаракан туйăм вăраха пымарĕ.

Пĕррехинче кĕнеке илнĕ хыççăн Рамаш вырăнтан часах хускалаймарĕ, ун ури урайне çыпçăнса ларчĕ тейĕн. Çитĕнсе пыракан йĕкĕт хăй те сисрĕ-ха: хĕр умĕнче куç чакăртса тăни ырă мар. Çитменнине, юнашар тепĕр хĕр ларать, кунăн акамĕ пулас. Çапах Рамаш хăй ăссĕн вырăнтан хăпаймарĕ.

Татьяна Николаевна темшĕн хĕремесленсе кайрĕ те сивĕкрех сасăпа: «Эс мĕн кĕтсе тăратăн тата, чăваш ачи?

Пĕр-пĕр кирлĕ кĕнеке ятне мантăн-им?» — терĕ.

Рамаш тин тăна кĕрсе, пӳлĕмрен чупса тухрĕ. Çуллахи вăхăт. Пӳлĕм алăкĕ яр-уçăччĕ. Хыçра кулă чĕнкĕлтетрĕ.

Рамаш, хĕрсен куçне курăнми пулсан, чарăнса тăчĕ.

— Ак сан валли кавалер тупанчĕ те, Танюша, — илтĕн-чĕ пĕр сасă кулă витĕр. Унтан тепри:

— Ан та кала, Катюша. Иĕкĕт пулинччĕ хăть. Атту имшер те хăтсăр чăваш чĕппи. Каччăсем пĕлсен, кулма тытăнĕç тата.

Кӳреннинчен ытла çилленчĕ Рамаш. Тутлă туйăм çавăнтах сĕвĕрĕлсе кайрĕ. «Имшер те хăтсăр чăваш чĕппи кăтартăп эп сана, ĕмĕр манмăн», — çул тăршшĕпе çĕтĕлсе пычĕ вăл.

Кăтартасса ним те кăтартаймарĕ Рамаш Бабин купца хĕрне. Лешĕ Оренбургра вĕренет иккен. Çуллахи вăхăта каникула килнĕ-мĕн. Библиотекăра аппăш вырăнне пĕр уйăх ĕçлеме килĕшнĕ. Çавна пĕлкеленĕ хыççăн Рамаш пĕр уйăх кĕнеке улăштарма каймарĕ.

Çак кăсăк истори Рамаш Пасар вĕçне пурăнма куçас умĕн пулнăччĕ. Çитĕнсе çитекен йĕкĕтшĕн усăллă пулчĕ-ха майра хĕр сăмахĕ.

Еликов килĕнче пысăк тĕкĕр пур. Пӳртре пĕччен юлсан, Рамаш, тĕкĕр çине пăхса, хăйĕн сăнне сăнать. Чăнах та хăтсăр çав. Шĕвĕр сăмса, хуратут. Вăл та пырĕччĕ, пĕве кайманни хăртать тата. Çавăипа мăн кăмăллă майра «чăваш чĕппи» терĕ пуль.

Вара Рамаш пӳ-сăнра мĕн çитменнине хаклă тумпа çи-терес терĕ. Хуçан хушса панă «ĕç укçи» шăп вырăнлă пулчĕ. Саша черкес та йĕкĕте ку ĕçре хытă пулăшрĕ: канашпа та, çитмен укçана çитерсе те.

Хитре тумланма пуçлани пулăшрĕ вĕт йĕкĕте. Пасар вĕçĕнчи мăн кăмăллă каччăсем йышăнчĕç ăна, хĕрсем те ютшăнми пулчĕç: каç-каç унпа чиркӳ старостин хĕрĕ Маня çӳре пуçларĕ. Мĕн кирлĕ тата çамрăк йĕкĕте?

Çапах темĕскер çитмен çав ăна. Ашшĕне тепĕр хут «салтака» ăсатнă хыççăн Рамаш тăрук тăван яла хытă тунсăхланине туйса илчĕ. Трашукăн çур енне килнĕ çырăвĕ те аса килчĕ. Вара йĕкĕт хуçаран çимĕкчеи отпуск илчĕ те тăван яла вĕçтерчĕ.

Икĕ эрнерен Рамаш киле каяс пирки шухăшла пуçларĕ.

Тĕрĕссипе, тăван ялтан тухса кайма вăхăт çитнĕ те ĕнтĕ. Хуçа ăна çимĕкчен виç-тăват кун маларах таврăнма хушнăччĕ…

«Çимĕкчен эрне те юлмарĕ. Каясах пулать. Ыран юлашки хут пулă хыптарса юлас та, тепĕр кунне килелле тухса каяс. Çимĕк ярмунккине хатĕрленсе мана кĕте пуçларĕç пуль ĕнтĕ мăнтăр купца килĕнче», — шухăшлать Рамаш. Кĕçĕр те вĕсем шурăмпуç палăрнă çĕре тин Мăрзабай аслăкĕ çине хăпарса выртрĕç. Трашук яланхи пекех выртнă майăн харлаттарса ячĕ. Рамаш тӳпери çăлтăрсене тĕллесе шухăша кайрĕ. Тĕлĕнмелле. Улт-çичĕ çул хушши тăван ял пирки питех асанманччĕ. Халь ак темшĕн кунтан тухса каяс килмест. Мĕн тытса тăрать-ха ăна? Трашук-и? Туслăх-и? Пасарлăялта та туссем пур-çке. Пурах-и вара? Тен, çук та пуль. Чăваш вĕçĕнчисем мана пуçларĕç. Вырăс вĕçĕнчисем… Кам пур-ши унта, çав кăрккасем хуш-шинче? Чулçырмари пĕр-пĕр çăмăлттай Санька та вĕсенчен хаклăрах мар-и?

— Юрĕ-çке, Роман Захарччă, çывăр, — хушрĕ вăл хăйне хăй, куçне хупса. — Мĕн тесен те ырантан тепĕр кунне киле таврăнмаллах…

Çак самантра кам та пулин кăна: «Çук, Роман Захарччă, çимĕке Пасарлăяла çитейместĕн эс. Çимĕк кунĕ Пăрутапăрĕ çывăхĕнче каçса кайса ташлатăн. Лешеккинчи варлă туссемпе юратнă хĕр тытса тăрĕç сана», — тенĕ пулсан, Рамаш кулса вилĕччĕ.

Анчах тепĕр кунне пĕр ăнсăртран пуçланса каймарĕç-и кĕтмен çĕртен килсе тухнă чăрмавсем?

Ансăртран тени, тен, тĕрĕсех пулмĕ, çавах ăнсăртлăхĕ те пулчĕ çав. Рамаш Чулçырмана килнĕренпех Трашуксене, Яхрушсене вырăс ачисемпе паллаштарма, туслаштарма ĕмĕтленнĕччĕ, вĕсене пĕр каçхине вырăса вăййа кайма хистесе те пăхрĕ. Килĕшмерĕç чăваш ачисем: Трашук хăйĕн хăюсăрлăхне кура пуçне сулкаларĕ. Яхруш катăк шăлне кăтартса кулса илче: «Пĕр шăла çапса кăларни те çитĕ. Урăх çапăçас килмест ман. Пăрутапăрне те çакăн пиркиех çӳреместĕп», — терĕ.

Çав Пăрутапăрĕ çывăхĕнче паллашрĕ те Рамаш хăйĕн пулас тусĕсемпе.

Чӳккукрипе Тикĕтпусси хушшине темшĕн Пăрутапăрĕ теççĕ. Кунта вăрмана икке уйăрса тăракан чылай пысăк уçланкă пур. Хăйăрлăх. Тен, ĕлĕкрех ку тĕлте пăру тапăрĕ валли ăнăçлă çыран пулнă пуль. Халь Тук çыранĕ чăнкăланнă. Пăрутапăрĕ çывăхĕнче Тук урлă каçса çӳреме шарлак вырăн пур тата. Вырăс ачисем пулă тытма çак тĕлте ку енне йĕм тавăрса каçаççĕ. Вырăс енче Тук çыранне хăмăш пусса кайнă — пулă хыптарма кансĕр.

Юлашки кун ирхине Трашукпа Рамаш вăлта йăтса Пăрутапăрне çитрĕç. Рамаш чăнкă çыран айĕнче пĕр авăр кăмăлларĕ: «Çакăнта хыптаратпăр, кунта çуйăн тытма та пулăть», — терĕ. Трашук темшĕн турткаланса тăчĕ, çӳлерех кайса тата лайăхрах вырăн шырама хистерĕ. Рамаш килĕшмерĕ. Хăна кăмăлне тăвасах пулчĕ вара…

Рамаш кĕçех пĕр-икĕ уланкă туртса кăларчĕ. Трашукăн ĕç ăнмарĕ. Тем пăшăрханса, вăлта хăмăшне курмасăр, Тук леш еннелле нăхса ларать вăл. Акă унта виçĕ йĕкĕт курăнчĕç, шарлак тĕлне васкаса çывхараççĕ. Вара Трашук хăйне пăшăрхантаракан шухăшне Рамаша каласах терĕ.

Çак вара пулăçăсем Чугун авăрĕ теççĕ. Кунта вырăс ачи Илюшка Чугунов икĕ юлташĕпе пулă тытма çӳрет. «Хăйĕн» авăрĕнче урăх никама та хыптарма памасть вăл. Çавăн пиркиех Яхрушăн шăлие çапса кăларнă та.

— Ав, халĕ те нирĕнпе çапăçма килеççĕ ĕнтĕ, — терĕ Трашук юлашкинчен, Рамаша асăрхаттарса. — Атя каяр кунтан. Каймасан, тытăçмаллах пулать.

Рамаш тăруках сăмах чĕнмерĕ. Пĕлет вăл: Трашук хăравçă чĕреллĕ çын мар. Кăлăхах хирĕçме, вăрçма юратманнипе çеç кунтан каясшăн. Трашук ура çине тăнăччĕ, Рамаш ăна чарчĕ:

— Чим-ха, вырăссенчен тарма ан васка. Эп тахçанах вĕсемпе паллашасшăнччĕ. Хăйсене паллатни? Кам ачисем, пуян таврашĕсем мар-и?

— Чухăнсемех. Илюшкинчен Фальшин ывăлĕ те хăрать, теççĕ. Пуçтах та паттăр йĕкĕт. Лешсене пĕлсех каймастăп. Кунта вĕсем яланах виççĕн çӳреççĕ. Халь юриех пирĕнпе çапăçма килеççĕ ĕнтĕ, хăйсем вăлта хатĕрĕсене те илмен, — терĕ те Трашук, каллех, вăлтине ярса, хăй вырăнне ларчĕ.

Акă Тук урлă каçнă вырăс ачисем Чӳккукринчен килсе тухрĕç… Хур-кăвакал пек умлă-хыçлă утса килеççĕ. Малтин утти тăйлăк-тайлăк. «Хăйне хăй пĕр-пĕр атаман пек шутлать ĕнтĕ ку, — шухăшларĕ Рамаш. — Хитре вырăс ачи: сарă, кăтра çӳçлĕ. Кăтрисем карттус айне шăнăçаймаççĕ. Пичĕ-куçĕ шăратса тунă пек. Пурте çарран, йĕм пĕççисене чĕркуççи таран тавăрнă, — вырăс ачисем çывхарнăçемĕн сăнать Рамаш. — Пĕри Зар Ехим пек хĕрлемес пуçлă, тепри ман пекех хуратутлă шĕвĕркке. Анчах пĕри те усал ача пек курăнмаççĕ-çке… »

— Юрĕ. Малтан вĕсем мĕн калаçнине итлер-ха, — терĕ Рамаш.

Çӳллĕ çыран хĕрринчен сиксе аннă майăнах кăтра çӳçли кăшкăрса ячĕ:

— Марш ман вырăнтан, чăваш чĕпписем!

Рамаш ларнă çĕртен тăмасăрах вырăса куçран чăр пăхрĕ. Трашукĕ хăйне хăй лайăх пĕлмест иккен. Ана халиччен çын çапла кӳрентерсе курман пулас. Вăл чĕри вĕресе кайнине хăй те сисмерĕ. Илюшка çапла кăшкăрсанах ура çине тăчĕ. Лешĕ тата хытăрах хаярланса кăшкăрчĕ:

— Кама каларăм, чăваш чĕпписем! Эсир Чугунова пĕлместĕр иккен…

— Пĕлетпĕр, Чугун катăкĕ, — терĕ Трашук тăвăннă сасăпа. — Эс мĕн, ку вырăна сутăн илтĕн-им? Ахальтен мар ăна Чугун авăрĕ теççĕ. Сан çавăнта сикесех пулать пуль.

Рамаш, Трашукран тĕлĕннипе, варне тытса кулса ячĕ.

— Кул, кул, чăваш чĕппи, анчах кайран ан макăр, — терĕ Илюшка шăл витĕр, хăй Рамаш еннелле çаврăнса та пăхмарĕ.

— Молодец, Троша. О, наконец я слышу речь не мальчика, но мужа, — терĕ Рамаш, кулма чарăнсан.

Пушкин сăмахĕсене кăшт урăхлатса каланине пĕлмеççĕ лешсем, анчах хăйсем ку шĕвĕркке вырăсла хула вырăсĕ пекех калаçнăран тĕлĕнсех кайрĕç, ун çине пĕр вăхăт çăвар карса пăхса тăчĕç.

— Эс вырăс ачи иккен, шуйттан, — терĕ вара Чугунов, Рамаш еннелле çаврăнса. — Ма малтанах каламарăн?

— Çук, Илюша, вырăс ачи мар эп. Эс калашле, чăваш чĕппи кăна.

— Суятăн?!

— Капла манпа суятăн теçе калаçсан, чăнахах çапăçмалла пулать пуль… Анчах ман темшĕн сирĕнпе çапăçас кнлмест. Пĕр-пĕр Фальшин ывăлĕ пулсан, аяк пĕрчисене савăнсах суйласа пăхăттăм.

Хăйне Илюш тесе чĕннĕрен тата Фалыпин ывăлĕ пирки çапла каланăран вырăс чĕри çемçелсех кайрĕ…

Çапла паллашса туслашрĕç Тайман Рамашĕпе Илюша Чугунов. Кĕçех вĕсем иккĕшĕ те кăмăллăн калаçа пуçларĕç.

Çапăçу пулманшăн Чугунов юлташĕсем малтанах кăмăлсăрланчĕç. Хăйсем хушшинче юлташĕ пирки: «Струсил наш Чугунок», — текелерĕç. Кайран, Рамаш тĕрлĕрен анекдотсем калама тытăнсан, кунта мĕншĕн килнине мансах, кула-кула савăнса итлесе ларчĕç.

Чугунов чăваш ачисене хисеплĕрех ятпа чĕнекен пулчĕ: Рома, Троша тет. Хăйĕн юлташĕсене вара ĕлĕкхи пекех Спирка, Филька тет. Спирка, хĕрлемес сăнли, сăмах ваклама юратмасть. Вăл пĕр вăлта хуллине ярса тытрĕ те пулă хыптарма пикенчĕ. Фильки çăмăлккарах çатăлти ача вара. Вăл айванрах шӳтлекелесе Трашука калаçтарасшăн пулчĕ.

Трашук Сибада Михайло ывăлĕ пулнине пĕлсен, Илюша Рамашпа вăрттăн калаçмалли тупрĕ. «Эсир Трошăпа пулă тытăр, пирĕн пĕр ĕç пур», — терĕ вăл юлташĕсене.

Çыран хĕррипе пĕр-пĕринпе паллашмалăх калаçса çӳрекеленĕ хыççăн вырăспа чăваш, сулхăн та тӳлек вырăн тупса, курăк çине юнашар тăсăлса выртрĕç. Вара тин Илюша хăйĕи вăрттăн сăмахне пуçларĕ.

— Эс ку сăмаха халлĕхе юлташна ан кала-ха, — терĕ вăл, малтанах асăрхаттарса. — Пирĕн енче Трашук ашшĕн вилĕмĕ пирки пĕр сăмах çӳрет. Ана Фальшин вĕлернĕ, тĕççĕ. Кӳршĕ ачи хӳме шăтăкĕ витĕр курнă пулать. Ачи тунать халь, ăна Фальшин хăратнă пуль. Анчах, тунмасан та, вăл закон умĕнче свидетель пулма пултараймасть — вуннăра çеç.

— Мăннисенчен куракан пулман-и? — ыйтрĕ Рамаш.

— Пĕр чăваш курма пултарнă. Анчах вăл курнă пулсан та шарламасть-ха. Хăй старшина пулнă çын старостăна хӳтĕлетех ĕнтĕ.

— Çынни кам? Смоляков мар-и?

— Чăваш терĕм вĕт сана. Смоляков вырăс вăл. Емĕр хăйĕн лавккинче чăваш сĕткенне ĕмсе ларса кăшт чăвашланнă çеç. Сирĕн унта пĕр хисеплĕ çын пур. Мурзабайкин пирки калаçатăп. Çав вĕт Сибада Михайлăна çуна çине хурса илсе кайнă.

— Вот те фунт с изюмом, — терĕ Рамаш, Мăрзабай ятне илтсен. — Троша çав Мурзабайкин патĕнче халь тарçăра ĕçлет. Нивушл,ĕ ун пекех икĕпитлĕ çын-ши леш? Нивушлĕ ФаЛьшин айăпне пĕлсе тăрсах шарламасть-ши? Юрĕ. Систернĕшĕн тавтапуç. Шăршласа пĕлме тăрăшăпăр. Ахальтен мар вăл мана шĕвĕр сăмса тет.

Рамашăн хăйĕц те вăрттăн сăмах тупăнчĕ. Кăтра çӳçлĕ сарă вырăс ачине юратрĕ вăл, хальччен Трашукпа калаçманнине те Илюшăпа калаçрĕ:

— Эсĕ, Илюша, Фальшин Васькине курайманнипе кăна пуянсене кӳрентерме тăрăшатăн. Фальшинсен урапа кустăрмисене çăла яни мĕн вăл? Хулиганла алхасни çеç. Чăваш ачисемпе нулă тытмалли вырăншăн хирĕçни те киревсĕр япала…

Илюша малтанах хирĕçсе кайма хатĕрччĕ, анчах леше большевиксем пирки асăнсанах, вырăс кăмăлĕ çĕнĕрен уçăлса кайрĕ:

— Ман кукка, дядя Коля, большевйк, — тере вăл, Рамаша пӳлсе. — Вăл салтакра-ха, çыру килсех тăрать. Полковой комитет пуçлăхĕ халь вăл. Анчах большевик сăмах мĕне пĕлтернине чухлаймастăп çав эпĕ. Анлантарса пар, эппин, вырăс-чăваш ачи.

Рамаш большевиксем пирки те, хальхи лару-тăру çинчен те хăй мĕн пĕлнĕ-ăнланнă таран каласа пачĕ.

— Сан аçу — большевик, ман кукка — большевик. Вот хурăнташ пултăмăр та, — савăнчĕ Илюша.

— Çапла çав. Пирĕн, чухăнсен, рабочисемпе пĕр пулса, пурин те тăванлашас пулать, — терĕ Рамаш.

Юлашкинчен Илюша Рамаша каçхине хăйсен енне хăнана пыма чĕнчĕ:

— Пĕр хĕрпе, Оля Чернышовăпа паллаштарăп сана, — терĕ вăл. — Эс çавна Фальшин Васькинчен сивĕтсен, эп вара саншăн вутта сикме хатĕр. Эп Ольăна никама памăттăм, хам енне çавăрăттăм, анчах çывăх хурăнташ эпир, аннесем пĕртăван. Паллаштарăп сире. Ольăпа çӳренĕ чух Васькăран ан хăра. Вăл пырса тапăнсан, хытăрах шăхăр кăна, эпир виçсĕмĕр те чупса çитĕпĕр. Васька хăй те пирĕн вĕçе пĕччен çӳремест, манран хăрать.

Рамаш тутине чалăштарчĕ. «Пулăшу чĕнме хĕртен намăс пулĕ. Çук, темиçе Фальшин пырса тапăнсан та, шăхăрмастăп, Илюша», — терĕ. Чугунов Рамашăн типшеркке пысăк мар кĕлеткине куçпа хыпашласа илнĕ пек пулчĕ те: «Апла пулсан, вĕлерет вăл сана. Фальшин вăйпа манран тайăнрах пулин те — кĕлеткипе тĕреклĕрех курăнать», — терĕ. Рамаш халь сасăпах кулса ячĕ.

— Эп Фальшина мар, сана та парăнмăп-ха, — терĕ вăл, вырăса пĕр йĕкĕлтенĕ пек, пĕр мухтанă пек пулса. — Атя-ха, Илюша, юрин-юрин çапăçса пăхар. Эс мана питрен çупса илме тăрăшăн, эп — сана. Кам кама ытларах çупма ĕлкĕрет, çав çĕнтернĕ пултăр. Юрать-и?

— Юрать! — терĕ Илюша кăмăллăнах. Хăй çавах кăшт тĕкеĕмленчĕ. «Ку çивĕч чĕлхеллĕ чăваш ачи каппайчăк мар-и?» — шухăшларĕ ăшĕнче.

Анчах вăйă пуçлансан, вырăс ачи тĕлĕнсе кайрĕ. Епле хупланма тăрăшсан та, лешĕ питрен сăхса илет-илетех. Илюша хăй пĕрре те çупаймарĕ йăрă йĕкĕте. «Çук; Фальшина парăнмасть ку», — тесе шухăшларĕ вăл…

Филька пулă тытма юратмасть. Икĕ хастар пулăçă хушшинче ларса йăлăхтарчĕ ăна. Иккĕшĕ те шăпăрт ларма хушаççĕ тата. Тунсăхласа кайнипе Филька ура çине тăрса çырана хăпарчĕ.

— Спирка, наших бьют!.. — сасартăк çухăрса ячĕ вăл.

Спирка вăлта хуллине шыва пăрахса çӳлелле вăркăнчĕ. Анчах лере нимĕскер «бьют» та çук иккен. Чугунокпа унăн çĕнĕ юлташĕ Филькăран кулса тăраççĕ. Вара Спирка, ку услап мана юриех улталарĕ тесе, юлташне çилĕпех çыран хĕррине тĕртсе ячĕ. Лешĕ, чикеленсе, кусса, шыва кĕрсе ӳкрĕ.

Камшăн кулă, камшăн хуйхă пулчĕ. Макăрас патне çитнĕ Филька юлташне чышкăпа юнарĕ. Анчах Илюша вĕсене вăрçса кайма памарĕ:

— Атьсем! — терĕ вăл. — Кăçал никам та шыва кĕрсе курманччĕ. Атьăр-ха, паллашнă майпа пурте пĕрле шыва кĕрер. Эс, Филимон, кĕпӳ-йĕмне хывса çак, типĕт…

Пурте килĕшрĕç. Трашук вăлтисене пуçтарчĕ. Рамашпа Илюша кусем мĕн чухлĕ пулă тытнине пырса. тĕрĕслерĕç.

— Сахал, — терĕ Илюша. — Ни сана, ни мана.

Лешекки вырăсĕсем чăвашла калаçма пĕлмеççĕ. Анчах хăшпĕр чух уйрăм чăваш сăмахĕсене питĕ вырăнлă каласа хума вĕреннĕ вĕсем. Пĕрне-пĕри хытă кӳрентерес тесен чăвашла «ухмах!» теççĕ. Ытла сахал темелле чух «ни сана, ни мана» теççĕ.

Филька çапах юлташĕ ăна хур кăтартнине манман-ха. Вăл çарамасланнă Спиркăна, патакпа юнаса, хăйăрлă шыв хĕррипе шарлак еннелле чуптарчĕ. Иккĕш те ĕрĕхсе ним курмасăр чупаççĕ. Çывăхра майра хĕрĕсем çухăрни илтĕнчĕ. Вĕсем Тук урлă каçма пикеннĕ-мĕн. Шыв варрине çитнĕскерсем, çара пакартасене курнă та, юбка-сараппан аркисене алăран вĕçертсе, каялла тара панă.

Спирка та, çухăрса, тарăн çĕрте шыва сикрĕ. Филька ун хыççăн ыткăннăччĕ те, çавăнтах тăп чарăнчĕ. Ишме лайăхах вĕренеймен-ха вăл. Вара, каялла таврăнса, ăшăх çĕрте шыва выртрĕ те пĕчĕк ача пек шĕмпĕлтете пуçларĕ.

Трашук шыва кĕме пуринчен кая юлчĕ. Паянхи пек нихçан та кулса, савăнса курман вăл. Ку Рамашпа тем курăн çав. Çапăçма килнĕ вырăс ачисем темле чăвашран та лайăх юлташсем пулса тăчĕç.

Вăрманта тĕрлĕ кайăк хăйĕн савăнăçлă юррине шăрантарать. Авăс тăррисенчен çĕкленнĕ хура кураксем канăçсăр кĕриклетсе вĕçкелеççĕ. Хĕвел çуллахи пек ытлашши вĕриленсе кайман-ха, кăмăллăн çеç ачашласа хĕртет. Йывăç шăршипе чечек шăрши шыв сулхăнĕпе пăтранса çăмăллăн сывлаттарать, çамрăк кăкăра çĕклентерет. Çут тĕнче, сана. туйма пĕлсен, ытарайми хитре иккен эсĕ!

Трашук васкамасăр хывăнчĕ. Хĕвел ăшшипе ӳтне хĕртсе, çыран хĕррипе утса çӳрекелерĕ, урине шыва чиксе пăхрĕ: сивĕрех. Вара каялла чакрĕ-чакрĕ те, хытă чупса пырса, шыва шампăр сикрĕ. Сикрĕ те куçран çухалчĕ.

— Пĕтрĕ пĕр чăваш! — кăшкăрчĕ Филька, ăшăх çĕрте шĕмпĕлтетекенскер. — Çухалчĕ, пăхăр-ха, ачасем! — тепĕр хут кăшкăрчĕ вăл. Пурте ишме чарăнса çаврăнса пăхреç. Шыв çийĕ лăпкă, нимĕскер илтĕнмест, курăнмасть. Ачасем сывлăш çавăрмасăр, сасă кăлармасăр шыв тăрăх та, урлă та сехĕрленсе пăхкалаççĕ. Тин таçта шăмпăлт! туни илтĕнчĕ. Тук леш хĕрринчи хăмăшсем хушшинче Трашук пуçĕ курăнсах кайрĕ.

— Ай чăмать те кăвакал! — савăнса кăшкăрчĕ Илюша, сывлăш çавăрса лăпланнă хыççăн.

Рамаш пĕр кулнă пек, пĕр макăрнă пек ихĕрсе, хăмăш хушшинче йăл кулса ларакан Трашука чышкăпа юнаса ун еннелле ишрĕ. Лешĕ тарăнрах сывласа илчĕ те каллех чăмрĕ, аптраса унталла-кунталла пăхакан Рамашран пилĕк-ултă хăлаçра пуçне кăтартрĕ.

Филька, киленсе, ним тума пĕлменнипе ури-аллипе тапкаланса, шыв сирпĕтсе, сысна çури пек çухăрать. Илюша мăн сасăпа аслати кĕрленĕ пек ахăлтатать. Катаран ишсе килнĕ Спирка та ним пĕлмесĕрех Филькăпа Илюшăна кура ихĕрет. Чӳккукри тăрринче хĕвĕшекен хура вĕçен кайăксем каллех пăлханса кăшкăраша пуçларĕç.

Ырă хĕвел савăнса ăшшăн пăхать çĕрелле.

Юрату

Икĕ вăйлă туйăм кĕтмен çĕртен килсе çупăрларĕç Рамаш чĕрине — туслăхпа юрату. Юмахри пек хăвăрт килмерĕç-и вĕсем? Ирхине туслăх, каçхине юрату. Пурнăçра тепĕр чух юмахра çукки те пулать иккен.

Тата виçĕ кун пĕр самант пек иртсе кайрĕç. Çимĕкĕ ырантан тепĕр куи ĕнтĕ. Анчах Рамаш Пасарлăяла васкамасть-ха. Вăл Мăрзабай аслăкĕ çинче куçпа тӳпене тĕллесе, шăппăн шухăша кайса выртать. Чĕри юрлать ун: «Пулать, пулать, пулать… Пурнăçра юмахра çукки те пулать. Пулать мар, пулчĕ те ĕнтĕ».

Халь йĕкĕтшĕн çут тĕнче Чӳккукри таврашĕнче кăна. Унта шăнкăртатакан шарлак пур, шыв хĕррипе Чугун хушлăхĕ хушшинче тӳлек кĕтес пур, çăлтăрлă пĕлĕт пур… Оля-Улька пур. Тĕнчере урăх нимĕн те çук.

Виç-тăват кун каярах тĕнчере ннмле Оля та çукчĕ. Маня пурччĕ. Пасарлăялти Рамашпа çӳрекен хĕр. Тахăш вăхăтра тухса ӳкнĕ вăл каччă чĕринчен. Чăнах та, Маня пирки Рамаш пĕччен шухăшра та, Трашукпа калаçнă чух та — пĕрре те асăнмарĕ. Асăнмалах нимех те çук çав унта. Чиркӳ старости хĕрĕ, хăй те сарă çуртаран тунă пек: ӳчĕ-юнĕ çук тейĕн, сывлăш кăна. Маня çурта çути çеç вăл, Оля — хĕвел çути.

Епле вара тĕнче Ольăсăр пулма пултарнă халиччен? Палашнă кун Илюша пирвайхи хут асăнчĕ унăн ятне. Пĕрре каланипех астуса юлчĕ каччă палламан хĕрĕн ятне те, хушаматне те. «Пӳрнĕ япала çапла тăруках, пĕрре асăннипех чĕрене кĕрсе ларать иккен, — тесе шухăшлать халь каччă ун пирки. — Юратрăм пулать. Хăй мана юратать-ши? Маня пек, пирвайхи каçах «юрататăп» тесе каламарĕ çав. Мĕн тĕрлĕ çын пулать иккен тĕнчере! Утас пулсан — пăлан пек утать, чупас пулсан — çил пек вĕçет, юратас пулсан — вут пек çунтарĕ. Анчах кама?.. Мĕнле пулчĕ-ха, ăçтан çак хĕвел килсе çутатрĕ ман пурнăçа?»

Чăнах та, Рамаш чĕри тыткăна лекни мĕнрен пуçланса кайрĕ? Вырăс ачисемпе палашнă каç Рамаш Лешеккине кайма Трашука та чĕнчĕ. Килĕшмерĕ Трашук. Рамаша хăйне те кайма хушмарĕ, пурпĕрех сана унта Фальшинсем тӳпелеççĕ терĕ. «Кĕпер çук-ха, парома çĕрле çӳретмеççĕ, лерен епле таврăнăн?» — тесе те хăратса пăхрĕ. «Мĕне кирлĕ мана сирĕн паромăр? Шарлакпа çĕрле те каçма юрать пуль-ха!» — тавăрчĕ ăна Рамаш.

Тĕрĕссипе каласан, Тук леш енчи вырăс ялне ял темелĕх те çук — пĕр вăрăм урам та темиçе пĕчĕк хушлăх çеç унта. Çапах пысăк Мар йывăç чиркĕве çавăнта, вырăс енне, килсе лартнă. Ялта пĕртен-пĕр урам пулсан та, çав ураман ячĕ пур: Сухоречка. Чăвашла вăл Типçырма пулать. Анчах кунта типĕ çырми те, йĕпе çырми те çук. Хула çывăхĕнче Сухоречка ятлă пысăк ял пур. Лешекки вырăсĕ çав ялтан куçса килнĕ, теççĕ. Урам ятне çавăнтан илсе килнĕ пулать ĕнтĕ. Сухоречка тени хăшпĕр чух ял ячĕ пекех илтĕнет. Чиркӳ вĕçĕнче пурăнакан пуянсем, ют енче пулсан: «Эпир сухоречкăсем», — теççĕ вара.

Паромпа каçсан, Илюшăсен хушлăхне çитме питĕ инçе. Ял хушшисем çухрăм, тата çур çухрăм урампа тепĕр вĕçне çити каймалла. Çавна шутласа пăхрĕ те Рамаш, Лешеккине никам çӳремен çулпа каяс терĕ. Илюшăсен пӳрчĕ шарлак çывăхĕнчех.

Вырăса кайма хатĕрленнĕ чух кăшт тумланкаларĕ каччă: чие тĕслĕ сатин кĕпи аркине брюки айне чиксе ячĕ, Чăпар галстук çакрĕ, пиншакне те илĕп терĕ — каç сулхăнĕпе тăхăнма кирлĕ пулать. Трашук ăна Пăрутапăрне çити ăсатса ярса, хăй Чугун авăрне çитсе, çуйăн вăлти ярса хăварас терĕ. Ял вĕçĕнче каччăсене Кĕтерипе Наçтук тĕл пулчĕç. Трашук вĕсенй курсанах пуçне чиксе малалла ĕрĕхрĕ. Рамаш алă çĕклесе хĕрсене саламларĕ.

— Ăçта каятăр, салакайăксем? Пире те илсе кайăр, — куçне вылятса çăмах хушрĕ Кĕтери.

— Çуйăн тытма каятпăр, çерçисем. Çук, çук, сире илсе каймастпăр. Телей кӳместĕр эсир Трашука, çавăнпа вăл тарчĕ сиртен.

Тĕртсе каланă сăмаха Трашук тариăшăн айăпли мар, тепри сисрĕ. Пурпĕр Кĕтери хăй кăмăлсăрланнине палăртмарĕ, ним пулмаи пекех пакăлтатрĕ:

— Упа пек вăлтасăр тытатăр-и вара çуйăнне? Пулăç хатĕрĕсене илмен-çке эсир.

— Çуйăна мĕнле вăлтапа тытмаллине пĕлместĕр çав эсĕр, айвансем, — шăл йĕрсе тавăрчĕ Рамаш. Çак тĕлте Наçтук тутине пĕркелесе сăмах хушрĕ:

— Эс илтмен-им вара, Кĕтери? Пасарлăял каччисем галстукпа çуйăн тытаççĕ, тет.

Рамаша ун пек сăмахпа аптратаймăн:

— Тĕп-тĕрĕсех, Наçтук. Галстукпа хыптарсан, сирĕн пысăкăш çуйăн лекет, — терĕ те, юлташĕ хыççăн чупрĕ.

— Саншăнах чарăнса сăмах хушрăм вĕт. Мĕнле вара эс юратнă хĕртен курмассерен таратăн?! Капла ĕç тухаймасть сан, ача, — çĕтĕлчĕ Рамаш, _ юлташне хăваласа çитсен.

Хĕремесленсе кайнă Трашук хирĕç ним те чĕнмерĕ. Шарлак тĕлне çитсен, йĕкĕтсем пĕрне-пĕри ăнăçлăх сунса уйрăлчĕç.

Шыв урлă каçнă чух Рамаш пушмакне кăна мар, брюкине те хыврĕ — хăйĕн хитре тумне лӳчĕркесе пăсасран сыхланчĕ.

Яла çитсен, пирĕн каччă, хайхи, Ольăпа Илюшăсăрах паллашрĕ. Илюшăпа Спирка чиркӳ вĕçие Рамаша кĕтсе илме кайнă — Рамаш паромпа каçса килет тенĕ ĕнтĕ вĕсем.

Чугунов пӳртне тупма йывăр мар, вăл хушлăх вĕçĕнчен иккĕмĕш пӳртре, тăм пӳртре пурăнатăп, юнашар йывăç пӳртре Оля пурăнать тенĕччĕ.

Акă çав йывăç пӳртрен икĕ хĕр тухрĕç. Аслă урам еннелле кайма хатĕрленнĕскерсем, Тук енчен çын килнине асăрхарĕç те чарăнса тăчĕç. Çынни, çултан пăрăнса, тӳрех тăм пӳрт еннелле утрĕ. Хĕрсем тĕлĕнсе пăхса тăраççĕ: çамрăк каччă, хула çынни. «Сан патна килмест-и ку? — терĕ пĕр хĕрĕ. — Юмахри пек: те пĕлĕтрен анчĕ, те шывран тухрĕ».

— Шывран тухрĕ пулсан, шыври пулать вара, — хуравларĕ тепри. — Чугун авăрĕнчен тухса Илюшкăна шыраса килет пуль.

Анчах каччи тăм пӳрте кĕмерĕ, сасартăк хĕрсем еннелле пăрăнчĕ. Оля (пĕри çавă пулнă), темçен хăраса ӳксе, юлташне малалла сĕтĕрчĕ. Каччи çав вăхăтра сăмах хушрĕ:

— Тархасшăн, ан тарăр манран, ырă хĕрсем. Сирĕнпе паллашас тенĕшĕн ан çилленĕр ĕнтĕ, — çапла калаçнă вăхăтра хăй мала тухса хĕрсен çулне пӳлчĕ. — Эпĕ Роман Тайманов пулатăп. Хĕрсем Рома теççĕ, чăвашсем Рамаш тесе чĕнеççĕ. Эсир куршак е чугун теме те пултаратăр, кăмакана çеç ан чикĕр.

Хĕрсем именсе ихĕлтетрĕç. Рамаш пĕрре пăхсах Олине палларĕ, çав самăнтрах тыткăна лекрĕ. Кун пек хӳхĕм хĕр халиччен курман вăл. Çавах чĕмсĕрленмерĕ. Чĕре вĕриленсен, тата хăюллăрах калаçать иккен каччă.

— Ятăрсене каламастăр. Ан калăр. Каламасăр та пĕлетĕп. Эсир, — терĕ Рамаш, Ольăна куçран пăхса (хĕрĕсем «эсĕ» вырăнне «эсир» тесе калаçнине халиччен илтсех кайман), — Оля Чернышова пулатăр.

Оля тĕлĕнсе кайрĕ, шăнкăртаттарса кулса ячĕ те, юлташне тĕртсе:

— Каларăм вĕт сана, шыври тесе, — терĕ, унтан Рамаша куçран вăтанмасăр пăхрĕ: — Эс Тук шывĕнче авăрта пурăнаканни пулатăн-и вара?

— Çук, шывра мар, вăрманта пурăнатăп. Арçури эп.

— Апла пулсан, ман ята та кала-ха, — терĕ Оля акамĕ.

— Сире тĕне кĕртнĕ чух пуп ӳсĕртерех пулнă. Сирĕн ятăра калама чĕлхе çаврăнаймасть…

— Пĕлет вĕт, — кулса ячĕ Оля, — чăнахах арçури вăл, Христя. Эп хăратăп унран.

— Эс каламан пулсан, пĕлместчĕ вăл ман ята. Ав çав каччăн ятне пĕлсен, вара чăнахах эс шыв урлă ура йĕпетмесĕр каçнине ĕненĕпĕр, — терĕ Христя.

— Çав, кунталла килекенни-и? Чимĕр-ха, ячĕ лайăх курăнмасть, — тĕттĕм çĕрте Рамаш Филькăна тӳрех паллаймарĕ. — Ку каччă… ав, пăхăр-ха, çамки çине çырса хунă: Фи-ли-мон!

Христя, айванскер, чăнах та хăраса ӳкрĕ. Оли хăравçă мар, ăспа та айван мар. «Ку йĕкĕт Фальшинсен е Медведевсен хăни пуль», — тесе шухăшларĕ вăл. Хăй, вĕри куçпа каччă чĕрине шăратса, куçран пăхрĕ. Рамаш: «Каçарăр, Оля, юрать-и?» — текелесе, Ольăна, сылтăм енчен тăрса, алăран çаклатса та илчĕ. Майра хĕремесленçе ӳкрĕ, анчах турткаланмарĕ.

— Асту, Оля, шывй илсе каять вăл сана! Хăрамастăн-и? — кăшкăрчĕ Христя, пĕччен тăрса юлнăскер. Çак вăхăтра Филька, чупса пырса, хĕр çăварне аллипе хупларĕ. «Ан çухăр, ухмах. Рома лайăх ача, ман тус вăл», — терĕ. Унтан хăй те хĕре алăран çаклатрĕ те малти мăшăр хыççăн илсе кайрĕ. Утса пынă май вăл Рамашпа хăйсем мĕнле паллашни çинчен пăшăлтатса каласа пачĕ. «Ан тĕлĕнтер! — терĕ хĕрĕ. — Чăваш ачи вырăсла çапла шеп калаçать-и?» Унтан каллех хăраса ӳкрĕ: «Васька килсен çапăçу пулать вара!»

Фальшин Васьки чăнахах та Ольăна шыранă. Акă вăл хушлăха килсе кĕчĕ. Пĕччен мар, Илюша каланă пек, виççĕн вĕсем. Хушлăх вĕçĕнчи мĕлкесене асăрхасан, виççĕшĕ те чарăнса тăчĕç. Ольăпа Рамаш никама та асăрхамаççĕ-ха.

Фальшин тӳсеймерĕ, юлташĕсенчен кăштах уйрăлчĕ те:

— Олька! Кил-ха кунта, сăмах пур, — тесе чĕнчĕ. Хĕр пырас пек туртăннăччĕ — Рамаш ăна алăран вĕçертсе ямарĕ. Пурте илтмеллех çапла каларĕ вăл:

— Сирĕн каччăсем хĕрпе культурăллă калаçма вĕренмен пулас. Каччă сирĕнпе калаçас тесен, йĕрке тăрăх, малтан манран килсе ирĕк ыйтмалла. Кĕçĕрлĕхе сирĕн кавалер — эпĕ.

Фальшин, çак сăмахсене илтсен, ним. тума аптрарĕ, Филька патне пычĕ те, пăшăлтатса:

— Кам вăл? — тесе ыйтрĕ.

Филька, хăй мĕнле хăравçă пулсан та, суйма никамран та хăрамасть, пĕр тытăнмасăр çаптарать:

— Эс Романа пĕлместĕн-и! Офицер вăл, халь кăна хуларан килсе çитрĕ. Чугуновсен çывăх хурăнташĕ, Ольăна та кăшт хурăнташ пулать. Илюшкăна кĕтсе тăратпăр. Илюшкăн амăшĕ килте çук та, амăшне шырама кайнă вăл.

Фальшин ĕненмĕччĕ, анчах лешĕ кавалерсен йĕркисем пирки каланине аса илчĕ те ĕненчĕ. «Офицерсемпех çыхланмасан та пырĕ. Килнĕ çын каять вăл. Ольăна хăйпе пĕрле илсе каймĕ-ха», — тесе шухăшларĕ. Вара юлташĕсене аслă урамалла ертсе кайрĕ.

— Ну тыттартăн та эс, — терĕ Христя, Фальшинсем кайсан. — Сана ĕмĕрне те ĕненмелле мар иккен. Халап чăпти эс, Филька!

Филька хăй мĕн халапланине халь хăй те ĕнене пуçларĕ.

— Тупата туршăн хуларан килнĕ вăл. Илюшкăн хурăнташĕ. Офицер тени пирки каласан, халь офицерех мар-ха, юнкер çеç, анчах кĕçех офицер пулать…

— Çитĕ ĕнтĕ, ан лапăртат. Сан пĕр сăмахна та ĕненме çук. Рома чăваш пулсан, ăçтан вăл Илюшкăн хурăнташĕ пулма пултарать? — терĕ Христя, каччине пӳлсе.

Филька хăй те тĕлĕнсе ӳкрĕ. Çапах пĕр суйма тытăнсан, чарăнаймасть вара вăл, вĕçне çитеретех. Чăвашпа хурăнташ пирки ак епле каласа хучĕ:

— Э, эс, айван, çавна та пĕлместĕн! Ара, Илюшкăн асламăшĕ чăваш пулнă вĕт, ăна Чугунсем Самлей ялĕнчен вăрласа килнĕ. — Çапла каланă хыççăн Филька чиркӳ вĕçнелле Илюшăсене систерме чупрĕ. Пĕччен юлнă хĕр аслă урам еннелле утрĕ вара.

Оля Фальшин ним хирĕçмесĕрех пăрăнса кайнă хыççăн çак чăваш каччинчен пушшех тĕлĕне пуçларĕ.

— Çук, эс чăваш мар. Ан кул манран. Мăшкăллатăн пулсан, çилленетĕп. Çилленсен вара…

— Мĕн пулĕ вара, çилленсен? — хĕре куçран пăхса тĕпчет каччă.

— Ним те пулмĕ. Эс мана урăх кураймăн, çав кăна. Кала-ха тĕрĕссипе: Медведевсен хăни мар-и?

— Медведевсен тĕлне те пĕлместĕп. Каларăм вĕт еире эпĕ Трашук хăни тесе. Вырăсла вăл Троша пулать-ха, — чăвашла — Трашук. Хитререх мар-и?

— Тражук, Тра-жук, Жук пулмасан, хитрехчĕ. Рамаш — хитререх, анчах вăл вырăсла пек илтĕнет, — терĕ хĕр. — Ман ят мĕнле пулать чăвашла?

— Ытарайми хитре. Улька пулать.

— Ульга. Ульга. Уль-га, — темиçе хут та каларĕ хĕр. Калать те хăйĕн сассине хăй тăнласа итлет. — Хитре. Вĕрент мана чăвашла калаçма, вара эс чăвашне ĕненĕп. Асту, ан ултала тульккă. Виçĕ сăмах эпĕ хам та чăвашла пĕлетĕп.

— Мĕнле сăмахсем?

— «Ухмах… »

— Лешсене каламасăрах пĕлетĕп: «ни сана, ни мана». Хĕрпе каччă иккĕш те кулса ячĕç.

Акă вĕсем Тук хĕррине çитсе тăчĕç. Рамаш пиншакне хывса курăк çине сарчĕ. «Ларăр çакăнта, чăвашла калаçма вĕрентем эппин», — терĕ вăл.

Хĕр турткаланса тăмарĕ. Каччă пиншакĕ çине те лармарĕ, ăна тирпейлĕн чĕркесе курăк çине хучĕ те хăй çĕрех урисене тăсса ларчĕ.

— Юрĕ. Вĕрент, арçури. Анчах вăрман чĕлхине вĕренейĕп-ши эп?

Каччă хĕр умне чĕркуçленнĕччĕ. Оля каллех унăн тумĕ пирки пăшăрханчĕ:

— Ак тата! Халь брюкине лӳчĕркесшĕн. Арçын ача мар-и! Çук ĕнтĕ, епле якалса килтĕн кунта, çаплипех таврăнăн. Кĕçĕрлĕхе, паçăр ху каларăшле, ман кавалер пултăн-тăк, юнашарах лар вара.

Çапла каларĕ те хĕр, сараппанăн шалпар аркине туртса курăк çине сарчĕ. Каччă хĕр çумне сĕвĕнчĕ вара…

Çапла паллашрĕç вĕсем пирвайхи каç. Каçĕ ирччен пычĕ. Шурăмпуç палăрсан тин хĕр киле таврăнма васкарĕ. «Анне Таллă ялне кайнăччĕ, ман ĕне суса кĕтĕве ăсатмалла», — терĕ.

Хăçан мĕн пулнине Рамаш путлĕ астуса та çитереймест. Мĕн пулни пĕтĕмпех пĕр каç пулнă пек туйăнать ăна. Апла мар çав. Пуласса пурте йĕркипех пулса пынă-ха.

Пирвайхи каç каччă хĕре чăвашла калаçма вĕрентрĕ. Тата Фальшин пирки те асăнчĕ Рамаш. Илюша ăна шăхăрма хушни çинчен каласа пачĕ. Хĕр çав каçах хăйĕн ялти каччи пирки калаçма именчĕ, сăмаха урăх еннелле пăрса яма тăрăшрĕ:

— Мана та шăхăрма вĕрент-ха, Рома, — терĕ ачаш сасăпа.

Унтан… Çук, ку тепĕр каç пулчĕ-çке е виççĕмĕш каç-и? Виççĕмĕш пуль, çĕркаç… Пĕр-пĕрне ытларах иленсе çите пуçланăччĕ вĕсем ун чух. Рамаш Фалыпин пирки кăшт кĕвĕçерех калаçрĕ, Ольăна унпа çӳренĕшĕн тăрăхланă пек пулчĕ. Çавăн чух хĕр калаçрĕ те вара! Хĕр сăмахĕсене каччă нихçан та манас çук. Вĕсем Рамаш хăлхинче халĕ те янăраççĕ.

— Эх, Рома, Рома! — терĕ ун чух Оля. — Эс чăнахах шыври е арçури пулас. Калаçма ăста эс, анчах ăстăну пиçсе çитмен пулмалла. Каччă кая юлса çитĕнет, хĕр пек мар. Сирĕншĕн — вăйă, пирĕншĕн е савăнăç, е хуйхă. Качча юратма васкамастпăр эпир. Юратнинчен юратманни лайăхрах та пуль. Калама та кирлĕ марччĕ сана, анчах темшĕн санпа чĕре уçса калаçас килет. Ырă кăмăллă çын пек туйăнатăн эс мана. Итле. Кулсан — кулăн, кулмасан — çын пулăн. Сирĕн, каччăсен, çĕр шухăш, пирĕн — пĕр шухăш, качча тухас шухăш. Тен, эп чăнахах Фальшин килне кайса пуçа чикĕп… Юратмасăрах… Халĕ, пĕлетĕн, кашни ялтах хĕрсем ватăлса ларчĕç. Вĕсен каччисем вăрçăра пуçĕсене хунă. Пиртен аслăраххисем такама та качча кайма хатĕр. Çавăнпа эпир те тиркешместпĕр, юрату килсе юна пăлхатасса кĕтсе тăмастпăр. Ялта кăмăла каякан каччă тупăнмарĕ маншăн. Илюшăна юратма пултарăттăм — çывăх хурăнташ вăл. Пупĕ те венчет тăвас çук.

Тата тепĕр сăлтав пур: пĕр сăнлă эпнр. Вăл та сарă, эп те сарă. Сан пек хăмăр куç пулсан, пупран ыйтса тăмăттăм. Эх, Рома, Рома! Чăваш хĕрĕсем мĕнле юратаççĕ-тĕр — пĕлместĕп. Вырăс хĕрĕ ĕмĕрне пĕрре юратать. Юратсан вара, никамран та вăтанмасть, савни хыççăн тĕнче хĕррине кайма хатĕр, тамăкран та хăрамасть…

Оля пӳрнисем чĕтре пуçларĕç. Те лăпланасшăн пулса, калаçнă май вăл икĕ хулăн çивĕтне сӳтсе ячĕ, унăн кăпăш çӳçĕ ăнсăртран Рамаш питне сĕртĕнсе кăтăкласа илчĕ.

Шухă каччă халь ĕнтĕ шухă мар. Юрланă пек калаçакан хĕр сассине сывлăш çавăрмасăр итлет вăл, хитре юмаха пӳлесрен хăрать. Калаçтăр, тата калаçтăр. Анчах акă хĕр сасартăк калаçма чарăнчĕ. Вара тин каччă пуçне çĕклерĕ. Халь мĕн чухлĕ куçран пăхсан та, куçĕсем иккĕшĕн те хăмăр. Çӳç тĕсĕ те палăрмасть — тĕттĕм.

Каччă ним тума пĕлмен енне сӳтĕлнĕ çивĕтсемпе выля пуçларĕ.

— Халь ман арçури пулас килмест, — терĕ вăл йăвашланнă сасăпа, — шыв хĕрринче сана шывран тухасса кĕтсе ларакан каччă пулас килет. Эс вара шăп юмахри пек вутăш пулăттăн.

Сассине чĕнкĕлтеттерсе кулса ячĕ хĕр.

— Эх, Рома, Рома, — терĕ вăл каллех, — вăхăт çитмесĕр никамăн та ун пек вутăш пулас килмест çав. Вăхăт çитсен…

Çапла каларĕ те хĕр, тӳрленсе ларса, çурма саспа шăппăн юрласа ячĕ:

Сухой бы я корочкой питалась,

Холодну воду бы пила.

Тобой бы, мой милый, наслаждалась

И тем довольна я была…

Юрланă май хăй çӳçне çĕнĕрен çивĕтлерĕ. Ерипен-ерипен шурăмпуç палăрса килчĕ, таврара сĕмленсе ларакан япаласем уçăмлăрах курăна пуçларĕç, вара Оля ура çине тăчĕ.

— Рома! — терĕ вăл кăкăртан тухакан сасăпа. — Иксĕмĕр темиçе каç çĕрĕпе улах вырăнта ирттертĕмĕр, çемçе курăк çинче паянхи пекех шурăмпуç палăриччен лартăмăр. Эс сĕмсĕрленмерĕн, ытлашши калаçмарăн та, шухă каччă. Ялти хĕрсем те чечен кăмăла туйма пĕлеççĕ. Эпĕ сана çавăншăн юрă юрласа патăм. Чĕре юррине юрларăм. Паян та, каç пулсан, кĕт мана çакăнта. Кĕт!..

Хĕр ял еннелле вăркăнчĕ. Те çил çунатти, те хĕр тути каччă тутине пырса сĕртĕнчĕ, лайăх туйса илеймерĕ Рамаш. Пĕр саманурах хĕрĕ те куçран çухалчĕ, çилĕ те лăпланчĕ. Каччă чĕри кăна кĕрлесе юлчĕ.

Ылтăн пулă

Виçĕ каç виçĕ ĕмĕре тăсăлса, виçĕ самант пек вĕлт-вĕлт иртсе кайрĕ. Виçĕ çăлтăр сӳнмерĕ-и тӳпере, вйçĕ хĕвел çутатмарĕ-и тĕнчене!

Лăпкă та тӳлек, юна вĕрилентерекен, чуна çӳçентерекен каçсем. Никам чăрмав тумарĕ икĕ чĕвĕлти чуна. «Илюша шарламасть-ха», — шухăшлать Рамаш; «Васька курăнмасть-ха», — тĕлĕнет Оля.

Илюша çапах та шарламасăр тек тӳсеймерĕ. Çĕркаç вăл Рамаша шарлак патĕнче кĕтсе илчĕ.

— Капла эпир нихçан та çывăхрах паллашаймастпăр, — терĕ вăл. — Эсĕ ĕç пирки те манса кайнă. Кăнтăрла ман пата кил эппин. Трашука та илсе кил. Эс кайсан, туслăх йĕрĕ юлтăр пирĕн енче те.

Çапла каларĕ те Илюша Оля çывхарнине асăрхарĕ, хĕрпе качча чăрмантарас мар тесе, аяккалла пăрăнса куçран çухалчĕ. Пуçтах та чăркăш йĕкĕт çапла вашават хăт-ланни Рамаша шухăшлаттарчĕ: «Чăнах та! Кӳрентерес марччĕ çĕнĕ туссене».

Пĕркун Трашук çуйăн тытаймарĕ. Кĕçĕр Рамаш хăй çуйăн вăлтине ярса хăварас терĕ. Ыран Лешеккинчи юлташсем патне кайса туслăх шӳрпи пĕçерес. Трашука тул çутăлнă çĕре Пăрутапăрне пулăç хатĕрĕсене илсе пыма хушрĕ, «Çуйăнне, тен, тытаймăпăр та, çапах пĕр хуран шӳрпелĕх тĕрлĕ пулă тытатпăрах», — терĕ.

Тăваттăмĕш каç та çаплах пулчĕ: çĕр иртсе кайни сисĕнмерĕ. Ене сума вăхăт çитсен, Оля каллех кайма хатĕрленчĕ, анчах паян, кĕтме хушса, кăшт урăхларах каларĕ:

— Кĕт мана, эпĕ кайса ĕне суса килем. Манăн та çуйăн тытнине курас килет. Кĕт! — терĕ.

Ольăна кĕтсе, каччă Тук хĕррипе уткаласа çӳрерĕ. «Епле улах кĕтес, илемлĕ, лăпкă, ырă вырăн çакăнта! — шухăшларĕ Рамаш. — Вăрман, улăх, юханшыв! Юнашарах — кил-çуртсем, ял пуçланса каять. Çавах, каç пулсан, кунта çын килсе çӳремест. Вырăс чăваш пек мар. Вăрман çумне, шыв хĕррине пырса çыпăçасшăн пит хыпăнмасть. Пĕлет хăйĕн пĕртен-пĕр аслă урамне. Хĕрсем-каччăсем кăнтăрла та, каçхине те урамран хăпаймаççĕ, хуралла е лапталла выляс тесен те — урамрах выляççĕ. Каçхине хĕрпе каччă пĕр-пĕр йăмра айне кайса пытанмаççĕ — çынсен куçĕ умĕнчех ыталашса урам тăрăх çӳреççĕ е урамра пĕр-пĕр пушă кăрман ăшне кĕрсе лараççĕ. Пач вăтанмаççĕ».

Акă Оля килсе çитрĕ те. Рамаш çумне шăппăн пырса тăчĕ. Çутăлнă. Тӳлек ир. Иккĕш те пĕрне-пĕри куçран вăтанса пăхрĕç. Каччă куçĕ чăнахах хăмăр, хĕршĕн чие тĕслĕ курăнать. Хĕр куçĕ кăвак, каччăшăн пĕлĕт тĕслĕ курăнать. Тул çутăлсан, каçхи пек мар. Чĕре сасси уççăнах илтĕнмест. Шăппăн тăма ырă мар, калаçма сăмах тупăнмасть.

— Атя, Тражук киличчен шыв урлă каçар эппин, — терĕ хĕр, чĕмсĕрленнĕ йĕкĕте алăран çавăтса.

Рамашĕ те «атя» тесех хĕрпе юнашар утрĕ. Хăй шухăшлать: «Хĕре йăтса каçарас пулать. Хам çаплипех, пушмакпа брюкине хывмасăрах каçăп». Шыв хĕррине çитсен, каччă хĕре чăиах та йăтма хăтланчĕ. Хĕр кулма тытăнчĕ:

— Эсĕ, каччăм, мана сăмса таран кăна вĕт! Йăтаймăн е шыва ӳкерĕн. Эпĕ, авă, курмастăн-им, пушмака юриех хывса хăвартам, халь ĕнтĕ хăвна йăтса каçатăп!

Рамаш сиссе те юлаймарĕ, хир ĕни пек пиçĕ те вăйлă хĕр ăна çавăрса та тытрĕ, пĕчĕк ачана йăтнă пек çĕклерĕ. — Тыт мăйран, ăслă ача пул, аялалла ан пăх! — Рамаш куçне хупса хĕре мăйран ыталарĕ. Оля шыва кĕрес умĕн хăрах аллипе юбка аркине çĕклерĕ, аркă вĕçне ниçта чикме аптранипе ăна Рамаша тыттарчĕ. «Тыт, вĕçертсе ярсан, хăвна шыва пăрахăп», — терĕ те шыв урлă каçа пуçларĕ. Шыв варрине çитсен, хĕр чарăнса тăчĕ. — Шыва пăрахас мар-и сана, пĕрех хут. Кунтан кайсан, йăлтах манатăн вĕт çакна. Хăçан каятăн, кала?

Рамаш куçне уçрĕ. Хĕр çаплипех шыв варрйнче каччине йăтса тăрать, пуçне кăшт пĕшкĕртнĕ. Икĕ мăшăр куç пĕрне-пĕри тĕл пулчĕç. Çав куçсем халь иккĕшин те пĕр тĕслĕ — çăлтăр тĕслĕ…

— Ну, юрĕ, ан кала. Хуп каллех куçна…

Хĕрпе каччă Тук урлă каçнă çĕре Трашук та килсе çитрĕ. Рамаш хăйĕн хĕрĕпе паллаштарчĕ ăна.

Çук, çуйăн Рамаш янă вăлтана та хыпман. Каччă хытă кăмăлсăрланчĕ.

— Араскал çук пирĕн, Рома, çавăнпа çуйăн лекмен, — терĕ Оля та, тутине мăкăртса.

— Араскал енне кайсан, — хавхаланчĕ Рамаш, — çуйăн мар-тăк, çăрттан тытатăпах. Çуйăн вăлтине янă чух ăраскал пирки шухăшласа хуман эпĕ. Халь шухăшласах хыптарап ĕнтĕ. Сана пĕччен хăварнăшăн каçар, Оля. Тунсăхласан, киле кай. Эпир кайран Трашукпа Илюша патне пыратпăр.

— Пысăк пулă тыт, Рома, пысăк ăраскал пултăр! Эп Тикĕтпуссине кĕрсе, чечек пухса таврăниччен ăраскалăра шыраса пăхăр-ха, — терĕ те Оля, вăрмана кĕрсе кайрĕ.

— Çуйăна шанса туслăх шӳрписĕр юлас марччĕ. Атя-ха, пикенсех тытар, — терĕ Рамаш, хĕр кайсан. — Эсĕ, Трашук, хальччен çуйăн тытса курнă-и?

— Курман çав.

— Эпĕ те курман. Тен, вăлтана тирмелли чăх чĕппине ăшалама кирлĕ марччĕ пуль?

— Шуйттан пĕлет-и? Эп сана шантăм. Эс пур ĕçе те манран лайăхрах пĕлетĕн терĕм. Ĕлĕм-Чĕлĕм мучине кайса тĕпчемеллеччĕ пирĕн.

— Мĕнле, кăмăла каять-и сана Оля? — ыйтрĕ Рамаш, ларсан-ларсан.

— Чиперскер, — терĕ Трашук, — ытла та чипер. Пăхма та вăтанмалла ун çине…

Иккĕшĕ те шăпланчĕç. Рамаш икĕ вăлтапа ларать. Пысăкрах вăлтине тарăирах ячĕ вăл — шултра пулă валли, пĕчĕкрех вăлтипе хĕрлĕ куç ытларах тытас терĕ. Трашук пĕр вăлтапа юлташĕнчен кăшт аяккарах кайса ларчĕ.

Оля çак вăхăтра пĕр çĕклем чечек татса килчĕ те çыран айне анмасăр çӳлте чечек кăшăлĕ тума ларчĕ. Çав вăхăтра ту хыçĕнчен хĕвел ялкăшса çĕкленчĕ. Хĕвел тухнине çыран айĕнчи каччăсем сисмеççĕ-ха. Акă Оля пуçне чечекпе кăшăлларĕ. Эх, Рома, çаврăнса пăхсамччĕ! Сан хĕрӳ венчет кăшăлĕ тăхăнчĕ вĕт! Çук, Рамаш çаврăнса пăхмарĕ. Аçта унта! Тарăн янă вăлтана çуйăн лекнĕ пек туйăнчĕ ăна. Ерипен турта пуçларĕ вăлта хĕлĕхне. Вăлтана ăман çеç тирнине маннă пулас.

— Трашук, çуйăн лекрĕ… Пĕчĕк ăпта ăçта? — çухăрса ячĕ Рамаш.

Эх, вăлта хĕлĕхĕ ытла çинçе, татăлса кайма пултарать. Акă ăшăхрах çĕре туртса çитерчĕ… Пуллин çурăмĕ те курăнкалать. Çуйăн пекех хура. Пĕчĕк вăлтана епле лекнĕ-ха вăл? Трашук атма йăтса чĕркуççи таран шыва кĕчĕ. Рамаш пулла çӳретсе ывăнтарсан, Трашук ăптине ăнăçлăрах маилаштарчĕ те хытă сулăнса чăнах та чылай пысăк пулă туртса кăларчĕ.

— Ылтăн пулă, ылтăн пулă! Ылтăн ăраскал пирĕн, Рамаш! — ташланă пек тĕпĕртетрĕ çыран айне сиксе аннă Оля.

— Халиччен Тукра хура пулă тытнине курманччĕ, — терĕ Трашук, тĕлĕнсе.

— Юплĕ кӳлĕрен сана шыраса килнĕ вăл. Эс çавăнта хура пулă тытма каясшăнччĕ вĕт. Пăх-ха, пĕр виçĕ кĕрепенккĕ пулăть! Ултă çиплĕ хĕлехе йпле татман-ха вăл… Чăнахах ăраскал тейĕн.

Хура пулă ятне чăвашларан вырăсла куçарса парсан, килĕшмерĕ Оля. «Хура пулă мар, ылтăи пулă, ылтăн ăраскал. Шухăшласа хунă ăраскал!» — урăх сăмах пĕлмесĕр чĕвĕлтетрĕ чечек кăшăлĕ тăхăннă хĕр. Кăшăлне Трашук Рамашран маларах асăрхарĕ. «Араскалне чăнахах тупрăн иккен», — терĕ вăл чăвашла, юлташне тĕртсе.

Тата икĕ пĕчĕк çăрттан, тăват-пилĕк уланкă, темиçе хĕрлĕкуç тытрĕç пулăçăсем. Хĕр пĕчĕк ача пек савăннине курсан, Рамаш:

— Оля, ылтăн пуллине ăшаласа çиер эппин, — терĕ. — Çуйăнран та тутлă вăл, сысна çури пекех мăнтăр та çуллă. Вĕтĕреххисенчен шӳрпе пĕçерĕпĕр.

— Çук, çук, Трашук амăшĕпе асламăш валли илсе кайăр. Карчăксене шăл çемми пулать, — килĕшмерĕ Оля.

— Карчăксем валли тата тытатпăр эпир. Ку пирĕн ăраскал терĕн вĕт. Хамăр ăраскала ваттисене парăпăр-и? Çамрăксем пурте пухăнса, Илюша патĕнче туслăх шӳрпи сыпăпăр.

— Апла-тăк, эп халь каятăп. Кăшт тăрсан, эсир пулă йăтса пырăр. Тульккă эп шыв урлă каçиччен вырăнтан ан хускалăр. Каçсанах, эс вĕрентнĕ пек, пӳрнене çăвара чиксе шăхăрăп.

— Кăшăлна ан хыв, — терĕ Рамаш, халь тин хĕр илемне асăрханăскер.

— Пуп хушсан та хывмастăп, — кулса ячĕ хĕр, унтан пăлан пек çăмăллăн чупса çыран тăррине хăпарчĕ те вăрмана кĕрсе çухалчĕ.

Рăмаш Ольăпа калаçнă чух малтанхи пек «Эсир» тесе лăпăртатмасть ĕнтĕ. Хĕр ăна пирвайхи каçах «культурăллă» калаçма пăрахтарчĕ, малтан «Эпир» текелесе пăхрĕ — витереймерĕ. Çилленсе пăрахсан тин витерчĕ.

Туслăх шӳрпи шеп пулса иртрĕ. Пулă тасатнă чух кăна Ольăпа Филька кăшт хирĕçсе илчĕç. «Кăтарт-ха ылтăн пуллуна», — терĕ Фильки пырса кĕнĕ майăнах. Пуллине курчĕ те тутине пăрчĕ: «Фи, эп чăнахах ылтăн пулă тесе… Линек ку, ылтăн пулă мар». «Эс ху линек, пăрăн кунтан часрах», — терĕ те Оли чăрмантаракан йĕкĕте питрен пулă хӳрипе çат! тутарчĕ.

Илюша савăннипе вырăн тупаймасть. Ак ăçта ĕмĕрлĕх туссем тупăнчĕç. Шалти пӳртре вăл чăваш тусĕсемпе калаçкалать те, тулти пӳрте тухса, хĕрсене чăрмантаркалать, Ольăна айăкран тĕксе, куçне хĕссе илет. Ана та пулă çупки лекрĕ. Христя акамĕ тавра тапăртатать, Рамаш пирки калаçтарасшăн ăна. Анчах лешĕ калаçасшăнах мар, йăл-йăл кулса илет кăна…

Акă пурте сĕтел хушшине вырнаçса ларчĕç. Илюша амăшĕ те çамрăксемпе хутшăнчĕ.

— Эх, Фальшин Васькине чĕнтермеллеччĕ, — терĕ вăл, ӳкĕнсе. — Староста ывăлĕ вĕт. Ольăн каччи пулать тата.

Çамрăксем кĕр! кулса ячĕç.

— Ан пăшăрхан, тетя Маша, Васька валли хура пулă шăммипе хӳрине хăварăпăр эпир, — терĕ Спирка, татах çынсене култарса.

Кунĕпе тенĕ пекех çуйăхрĕç çамрăксем. Шăп ĕçрен пу-шă вăхăт халь. Утă çине тухиччен ял çыннисем нимех те тумаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Мăрзабай та Трашука Рамаш кайиччен ĕçлеттерместĕп терĕ. Çапах та Трашукĕ кăнтăр-ла еннелле килелле васкарĕ. Юлташĕ «йĕркерен тухнине» тахçанах ăнланнă ачи, çавăнпа ăна пĕрле кайма хистемерĕ те. Илюши Рамаша пурпĕрех яман пулĕччĕ.

Пурте саланса пĕтсен, Рамашпа Илюша улăм витнĕ аслăк сулхăнĕнче нумай вăхăт пăшăлтатса ларчĕç. Хальхинче Рамаш «ĕç» пирки те асăнма манмарĕ.

— Старшинана тепĕр хут сăмах майăн тĕпчекелерĕм. Айăплă мар пулать вăл. Фальшин килкартине вăхăтра ĕлкĕреймен. Хытă ӳкĕнет халь мĕскĕн çыннăн тахçанхи чирĕ пирки асăннăшăн. Мăрзабая хам пĕлсех каймастăп, анчах шăнас килет. Усал çын мар. Ман атте хисеплетчĕ ăна…

Рамаш ашшĕне асăннă хыççăн Илюша, юлташне пӳлсе:

— Халь эп сан аçуна лайăх астурăм, — терĕ. — Чиркĕве Юрлама çӳренĕ чух курнăччĕ. Сарă сухаллă хитре çын. Халь курсан та паллăттăм эп ăна.

— Эс мар, эп хам та тăруках паллаймарăм ăна, — кулса ячĕ Рамаш. — Сарă хитре сухалне хырнă та çап-çамрăк çын пек курăнать вăл халь.

Тем пирки те калаçрĕç паян варлă туссем. Унтан Илюша юлташне каçчен ешĕл курăк çулса тултарнă урапа çине выртса канма хушрĕ.

Фальшин Васькин юлташĕ таçтан тĕрĕс хыпар илсе килнĕ: нимĕнле офицер та Чугуновсем патне килмен. Оля темиçе каç çĕрĕпех чăваш ачипе çӳренĕ. Кĕçĕр те вĕсем Тук хĕррине иккĕш тухаççĕ пулмалла.

Виççĕн канаш тытрĕç: Илюша хăйĕн юлташĕсемпе вăйăран таврăнса çывăрса каясса кĕтмелле те чăваш ачине шыва сиктермелле.

… Рамашпа Оля Тук çыранĕ хĕрринче курăк çинче ларатчĕç, вĕтĕ хăмăш юррине итлетчĕç. Сасартăк виçĕ енчен виçĕ мĕлке килсе тухрĕç. Шăппăн çывхарчĕç. Васьки, йăнăш ан пултăр тесе, ларакан çынсем патне ыттисенчен çывăхарах пычĕ.

— Çавă! — терĕ вара. — Эс, чăваш чĕппи, кунта вырăс хĕрне вăрлама килнĕ, теççĕ. Çул кăтартса парас пуль сана. Тытăр, ачасем, шыва кĕртер Оля каччине!

Рамаш Васька пирки Илюша малтанах асăрхаттарса хунине манман-ха. Кĕçĕр чĕлхепе кăна мар, чышкăпа та ĕçлеме тивет иккен. йĕкĕт ал-ури шăнăрĕсене тăмра хĕлĕхне ĕнернĕ пек хытарчĕ. «Маларах сиссе ура çине тăраймарăм», — çиçрĕ шухăш. Алли-ури шухăшран та хăвăрт хуçкаланчĕç. Васька «тытăр» тесе кăшкăрсанах Рамаш вĕçерсе янă пружина пек сиксе тăчĕ те вырăс ачине ура хурса çĕре патлаттарчĕ, теприне пĕрре чышсах чикелентерчĕ. Виççĕмĕшĕ, апла пуласса кĕтменскер, аяккалла сикрĕ.

— Шăхăр, Рамаш, шăхăр! — кăшкăрашрĕ çав вăхăтра Оля. Анчах Рамашĕ — те илтмест, те юриех илтесшĕн мар — шăхăрмасть те шăхăрмасть. Вăл, тигр пек сике-сике, тăма пикенекен ачасене чыша-чыша ӳкерет.

Оля вара хăй шăхăрма шутларĕ. Хытă пăлханнипе сывлăшĕ пӳлĕннĕ пуль çав — йĕркеллĕ шăхăраймарĕ вăл, çапах та шилетнĕ сасă каçхи шăплăхра самаях лайăх илтĕнчĕ.

Илюша тĕлĕре пуçланăччĕ. Тук енчен ăна. такам шăхăрнă пек илтĕнчĕ. Рамаш капла шăхăрас çук. Рамаш шăхăрни ял тепĕр вĕçĕнче илтĕнĕ. Çапах та лупас çинче выртакан ача хăпăл-хапăл çĕре сиксе анчĕ те Тук еннелле вăркăнчĕ.

Тахăш самантра виççĕш те ура çине тăрса ĕлкĕрнĕ. Халь Рамаш вĕсем хушшинче вĕшле йытăсем хупăрланă выçă хыткан кашкăр пек йĕри-тавра çаврăнкаласа сиккелет. Оля тавçăрса илчĕ: Рамаш ураран ӳкиччен парăнмĕ, анчах ӳксен, виççĕн пĕр çынна çĕнтереççех. Вара хĕр Рамаш тăшманĕсенчен пĕрне мăйран пырса уртăнчĕ. Вырăс каччи ку хĕрпе ним тума аптрарĕ, ăна ытлашши ыраттармасăр айккинелле тĕртсе сирпĕтме тăрăшрĕ. Пĕри, Кăшт аяккалла пăрăнни, Рамаша сывлăш çавăрма май йачĕ. Çавах иккĕн-ха вĕсем. Васьки Рамашран çӳллĕрех те тĕреклĕрех, тепри Рамаш пек хыткан. Рамаш пĕр аяккалла, пĕр малалла сикет, тĕл лектерекен чышкипе чышать те чышать тăшманĕсене. Ак хăйне те Фалынин пуçран-куçран самаях лектерчĕ-ха. Вара Пасарлăял паттăрĕ тинех çилленсе çитрĕ. Черкес вĕрентнĕ мелпе вăл Васькине аяк пĕрчи айĕнчен, аялтан çӳлелле, пĕр шеллемесĕр хытă чышса илчĕ. Васька çавăнтах ăшне тытса тĕшĕрĕлсе анчĕ. Çав вăхăтра Илюша та чупса çитрĕ. Ана курсанах, Фальшин юлташĕсем иккĕшĕ икĕ ениелле сирпĕнчĕç. Илюша чупнă çĕртен чарăнмасăрах ура çине тăра пуçланă Васькăна каллех персе антарчĕ. Фальшин, хăй пĕччен юлнине курсан, йытă пек йынăшса йăлăнчĕ:

— Çитĕ ĕнтĕ. Иккĕн пĕр çынна тӳпелеме намăс мар-и сире?..

— Э-э, халь шутлама пĕлекен пултăн. Виççĕн пĕр çынна тапăннă чух виççĕччен шутлама та пĕлместĕнччĕ, — терĕ те Илюша, ăна çĕнĕрен кӳпкеме пуçларĕ.

— Пуçран ан çап, пуçран ан çап, паллă ан ту! — кăшкăрать староста ывăлĕ.

— Кăшт паллă туса ярар-ха. Пурте курччăр. Чухăн вĕçне ан çӳре, пуян каччă! Чиркӳ вĕçĕнчех пуян хĕрне кĕтсе лар!..

— Çитĕ, — терĕ Рамаш, тăшманне шеллесе. — Выртакана чышмаççĕ пирĕн енче.

— Сана ураран ӳкернĕ пулсан, апла шутламĕччĕç ку шакалсем. Юрĕ ĕнтĕ, чăнах та çитĕ. Ансăртран вилсе кайĕ тата. Тăр, услап, йăралан килнелле. Оля каччине спаççипă кала. Вăл мана чарман пулсан, чунна кăлараттăм.

Фальшин куçран çухалсан, Илюша та лăпланчĕ.

— Эс темле ху пек шеп шăхăрмарăн паян, Рома. Ма апла пулчĕ? — ыйтрĕ вăл.

— Эп шăхăрман-çке? — терĕ Рамаш, тĕлĕнсе (тытăçу вăхăтĕнче Оля шăхăрнине илтмен вăл).

— Кам шăхăрчĕ вара? Шăхăрнине тĕлĕкре илтсе кунта чупса килтĕм-и эп?

Оля вара тинех кулса ячĕ те хăй шăхăрнине каларĕ.

— Ну, Рома, чăнахах та лайăх тус тупрăн эс, Ольăн пиччĕшĕ пулса, пехиллетĕп сире. Çӳрĕр, юратăр пĕрне-пĕри. Тен, чăвашсемпе те хурăнташланăпăр вара. Халь сана, Рома, пирĕн ялти пĕр ача та пӳрнепе пырса тĕкĕнмĕ. Хăвах вĕрентрĕн вĕсене. Хула çывăхĕнчи Сухоречкăна çитиех сăмах сарăлать ĕнтĕ!

Çапла каларĕ те Илюша кил еннелле васкамасăр утрĕ. Хĕрпе каччă каллех иккĕш тăрса юлчĕç.

— Ман çамкана та пĕр мăкăль лартрĕç-ха весем, — терĕ каччă, çамкине хыпашласа. Оля ун çумне пырса тăчĕ, хăйĕн ачаш пӳрнисемпе мăкăльне хыпашласа пăхрĕ…

Каччă кулса ячĕ.

— Мĕн пулчĕ сана?! Манран кулмастăн-и? — аптрарĕ хĕр.

— Çук, санран мар, хамран кулатăп, — терĕ Рамаш. — Эпĕ тискер кайăксен пурнăçĕ çинчен кĕнеке нумай вуланă. Паян эпĕ те амашăн тулашакам тискер кайăк пек, кашкăр пек пултăм. Çапăçрăм. Çĕнтертĕм. Халь эсĕ ман кĕрешӳ парни ĕнтĕ.

— Ман уншăн сана чуптăвас-и? Çавна каласшăн-и эс? Юрĕ, эппин, хамах сана малтан чуптăвам, — терĕ те Оля йĕкĕте мăйран ыталаса илчĕ, вара малтан мăкăль тухнă вырăна, кайран тутаранах ачашшăн чуптурĕ.

… Мĕнле вăрман ку: Чӳккукри-и, Тикĕтпусси-и е Урлăвăрман-и? Урлăвăрман юманлăхне çитнĕ иккен хĕрпе каччă. Кам, мĕн шутпа илсе килнĕ вĕсене çакăнта: арçури аташтарса килнĕ-и, çăтмахри çĕлен çул кăтартса панă-и? Хăйсенчен ыйтсан, пĕри те калаймĕ: каччи те пуçне çухатнă, хĕрĕ те юрату хĕвелĕ хĕртсе пăхнипе çемçелсе кайнă.

Юн вĕрет, ăстăн çаврăнать, чĕре ялкăшать, чĕтрекен алăсем çĕлен пек явăнкалаççĕ, куç хупăнать, вĕриленсе кайнă каччă тути хĕр тутине тĕттĕмре шырать…

Халь каччă ура тăсса ларнă. Пиншакне юнашар сарнă. Хĕр пиншак çине выртнă, пуçĕ каччă кăкăрĕ çинче. Хĕвел ĕнтĕ чылай çӳле хăпарнă, çулçăсем урлă кармашса çупăрлать пĕрне-пĕри савса савăнакан чунсене.

Хĕр, куçне хупса, тĕлĕрсе кайнă пек выртать. Пăхать, пăхать Рамаш хĕр çине, пăхать-пăхать те — чĕтренсе вăтанса каять… йĕри-тавра шăпчăксем юрлаççĕ, куккук авăтать, улатăпа кĕвиклетет, ылтăн сăвăслан сĕрлет. Пурте пĕр юрă юрлаççĕ вĕсем — юрату юрри. Юрлăр, хĕрпе каччă, эсир те юрату юррине. Сирĕн вăхăт çитрĕ. Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть вăл, ĕмĕрлĕхе иртсе каять. Питрав иртсен, куккук та авăтмасть. Юрлăр, хĕрпе каччă, халь сирĕн вăхăт…

Кайран, тăна кĕрсе ура çине тăрсан, хĕр йĕкĕте тепĕр хут мăйран явăкларĕ.

— Ак епле пулчĕ пирĕн венчет, — терĕ салхуллăраххăн. — Мĕн пулнишĕн ӳкĕнместĕп. Пурпĕрех сансăр пурнăç çук маншăн. Емĕр çак куна асăнса савăнăп… е макăрăп.

Хăй çавăнтах макăрса ячĕ…

Вырăс çимĕкĕ

Ак çимĕк те çитрĕ ĕнтĕ — чечек уявĕ, çуркуннехи çанталăкăн пуç кăшăлĕ.

Елĕкрех чăвашăн çимĕк кунĕ кĕçнерникун пулнă, теççĕ. Халь те çав кун ваттисене асăнаççĕ, анчах çимĕк уявне халь вырăссемпе пĕрле — вырсарникун, вырăс йăлипе тăваççĕ. Тĕне кĕрсе вырăс туррине пăхăннăранпа чăвашăн чиркӳ праçникĕсеие те йышăнмалла пулнă. «Троица» сăмах чăваш хушшинче сарăлайман, çав праçник вара чăвашшăн «Вырăс çимĕкĕ» пулса тăнă.

Халĕ те çимĕк ĕçки пулмасть мар. Çимĕк кунĕ çитсен тин çуркуннехи-çуллахи туйсем пуçланаççĕ. Елĕк-авал çимĕк кунĕнчен пуçне çимĕк эрни пулнă тата — кĕçнерникунран тепĕр кĕçнерникунччен. Çимĕк эрнине чăваш мунча кĕрсе, çимĕк курăкĕпе çапăнса, таса кĕпе-йĕм тăханса кĕтсе илнĕ. Вара мăннисем ваттисене асăнса эрнелĕхе ĕçкĕ е туй пуçласа янă, кĕçĕннисем вăййа тухма пуçланă. Хĕрсем вăйăра «Çимĕк çич кун терĕçĕ, çимĕк çич кун те-рĕçĕ, ма çич эрне килмен-ши, ма çич эрне килмен-ши!» — тесе юрланă, каччăсем тапăртатса ташланă…

Халь ĕнтĕ вырăс çимĕкне Чулçырмара та вырăссемпе чăвашсем пĕр кун, вырсарникун, тăваççĕ. Анчах та праçник тума вĕсем нихçан та пĕрлешмеççĕ. Турри-праçникĕ пĕрре те — йăлисем тĕрлĕ. Çамрăксем те Тук шывĕн икĕ енĕпе уйрăм çуйăхаççĕ. Кăçал Рамашпа Трашук кунти вырăспа чăваша çывхартас шухăш тытнă, хăйсен çĕнĕ тусĕсене праçнике чăваш енне каçма чĕннĕ. Лешсем виççĕш те килĕшнĕ. Паллах, Оля та пулать. Ольăран Христя та юлмасть ĕнтĕ.

Мăрзабай Павăлĕ асаттесен авалхи йăлисене лайăх астăвать. Анчах вăл, чиркӳ старости пулса курнăскер, пупсемпе туслă пурăннăскер, вырăс йăлжем енне ытларах туртăнать. Çимĕке вырăсла тăвас йăлана ялта çав пуçласа янă, теççĕ.

Мăрзабайсем Çимун çимĕке киле таврăнасса кĕтетчĕç — килсе çитеймерĕ. Мирски Тимук хуçа хушнипе вăрмантан пĕр лав хурăн касса килнĕ. Хурăн хунавĕсене çамрăкла хирсе тăкнăшăн пĕр Наçтук кăна кулянчĕ. Кулине вĕсене савăнсах урам енчен пӳрт умне лартса тухрĕ. Паян хапха уçăлмасть тесе, хапха умне те лартнă. Наçтук каçранах Чӳккукринчен пĕр çĕклем чечек татса килчĕ. Кашни чӳрече янаххи çинче мăйлă чӳлмек ларать. Кашни чӳлмекрех — чечек çыххи. Чӳречесене каçранах яри уçса янă. Наçтукшăн çимĕк — чечек уявĕ.

… Рамаш анчахрах лупас çине килсе выртнăччĕ-ха. Хĕвел ирхи апата çите пуçласан, Трашук çапах та ăна вăратрĕ. Çамрăк çын кăшт тĕлĕрнипех вăй илет.

— Оля чăнах пит хитре хĕр. Сăнĕпе кăна мар — пĕвĕпе те, кăмăлĕпе те, хăтланчăкĕсемпе те, — терĕ Трашук. — Эс хăвăн телейне тупрăн пулать.

Темле хурлăхлăрах каларĕ çак сăмахсене Трашук. Рамаш, çивĕч туйăмлă çын, тусĕ мĕншĕн хурлахлă калаçнине тӳрех сисрĕ.

— Эп тупрăм. Емĕрлĕхе тупрăм, ача, — терĕ вăл. — Ман пирки сăмах петнĕ. Атя-ха, сан нирки калаçар. Наç-тука эпĕ те ăнланса çитеймерĕм. Чăнах та, хуçа хĕрĕ ĕнтĕ вăл. Эс тарçă. Çитменнине, Мăрзабай тарçи. Чи малтан санăн хĕрĕн кăмăлне пĕлес пулать. Паянах пĕлме тăрăшăпăр. Пар-ха çырăвна. Ху калаçма хăяймастăн-тăк, çыру çӳретсе пăх.

— Çуккă çыру. Çурса тăкрăм эп ăна.

— Ма çуртăн, айван?

— Эп çыру çырни çинчен Кĕтерирен пĕлнĕ вăл. Çыру пирки мăшкăлласа кулчĕ, тет.

— Кам каларĕ?

— Кĕтери каласа пачĕ.

— Э-э! Араскал хĕлĕхĕсем сан арпашса çыхлансах кайнă, ача. Сӳтсе майлаштарма тăрăшăп. Ман шутпа, Кĕтери хăй юратать сана. Наçтук пирки ун урлă ĕç тăваймăн. Ма Кĕтерие юратмарăн-ха эс пĕрех хут? Хитре, ăслă, шухă. Чухăн. Эс сарă, вăл хура. Мĕн кирлĕ тата?

Телейлĕ çын телейсĕррине ăнланаймасть çав. Трашук урăх ним те калаймарĕ, вăрăммăн сывласа илчĕ çеç.

Хĕрсем, каччăсем улăхалла туртăна пуçласан, Рамашпа Трашук та тухса утрĕç.

Çамрăк-кĕрĕм улăхра юратса илнĕ вырăн — шăп Пăрутапăрне хирĕç. Унта вăрманпа шыв та юнашарах, кӳлĕ те çывăхра.

Улăх ерипен-ерипенех хĕр тумĕсемпе чечеклене пуçларĕ. Часах Рамаш хăнисем те килсе çитрĕç. Малтан вĕсем хăйсене ютшăнарах тыткаларĕç, каярахпа — хăнăхрĕç. Оля чăваш хĕрĕсен уяв тумне мухтарĕ. Чăнах та, епле хитре çав тум! Чăлт-шурă пир. Хăмач ярăмĕсем. Тĕрĕ. Тĕрлĕрен мăя, йĕс хӳре, енчĕк тулли çĕрĕ. Тенкĕсем. Хĕрсем чупнă чух укçаллă мăяри çав тенкĕсемпе енчĕк çумĕнчи çĕрĕсем тĕнкĕлтетеççĕ çеç. Ольăна çакă пушшех Тĕлĕнтерсе савăнтарчĕ. Вара Рамаш пуçне пĕр шухăш килсе кĕчĕ: «Чăвашла тумланса курас кăмăл пур-и?» — ыйтрĕ вăл Ольăран. «Аха!» — терĕ. хĕр, куçра савăнăç шăратса. Рамаш Кĕтерие чĕнсе илчĕ. Чăваш хĕрĕ те майралла тумланма килĕшрĕ.

Хĕрсем Тикĕтпуссине кĕрсе тумĕсене улăштарнине ыттисем сисмесĕрех юлчĕç.

Рамаш вырăс каччисемпе майра хĕрĕсене ертсе килни çинчен улăхĕпех сăмах сарăлчĕ. Хĕрсем-каччăсем пурте пĕр тĕле пухăна пуçларĕç. Трашук тавра Илюша, Спирка, Филька, Христя кĕпĕрленсе тăнă. Рамашсăр кусем ним калаçма, ниçта пырса хутшăнма пĕлмеççĕ. Фильки, кăнтăр çутинчен хăракан тăмана пек, Трашук хыçне пытанма тăрăшать.

Пĕччен тăрса юлнă Наçтук патне Чее Миття пырса явăçрĕ. Наçтук пур каччăпа та пĕр пек калаçать. Хаяр Макар ывăлне те тиркемест пек.

Майра хĕрĕпе чăваш хĕрĕ Тикĕтпуссинчен килсе тухсан, чăваш каччисем хушшинче калаçу пуçланчĕ:

— Рамаш хĕрне курар-ха.

— Сăнĕпе Кĕтери евĕрлĕрех.

— Тупнă майра! Пирĕн чăваш хĕрĕсем те унран хитререх.

— Леш кам тата? Ай, хитре хĕр, Хăна хĕрĕ пулмалла. Кам хăни?

— Самлейрен е Хурăнвартан кам патне те пулин килнĕ пуль ку сар пике.

Каччăсем шавланине Рамаш савăнса итлесе тăрать. Хĕрсем тумĕсене улăштарни çинчен никам та пĕлмест. Кĕтери, кулса ярас марччĕ тесе, питне хупласа илет. Оля чăваш каччисем мĕн калаçнине ăнланаймасть, хăй çавах Рамаш вĕрентнĕ чăваш сăмахĕсене аса илме тăрăшать.

— Рамаш хĕрне калаçтарам-ха, каччи çиллентер кăшт, — терĕ Чее Миття. Унпа юнашар тăракан Наçтук хăйĕн акамне тӳрех палларĕ, анчах Миттяна систермерĕ.

Чее Миття тĕрленĕ кофтăпа чечеклĕ сараппан тăхăннă майра хĕрĕпе сăмах пуçласа янă вăхăтра Зар Ехим «хăна хĕрне» пырса хупăрларĕ.

Ыттисем икĕ хĕр тумĕсене улăштарса тăхăннине часах тавçăрса илчĕç. Каччăсем Зар Ехимпе Чее Миттяна тăрăхлама тытăнчĕç вара. Хĕрсем Оля тавра кĕпĕрленчĕç. Майра хĕрĕ чăвашла тумланнине халиччен курман вĕсем, çавăнпа халь каçса кайса савăнаççĕ. Чее Миття часах тарчĕ кунтан. Вара каччăсем «хăна хĕрĕнчен» хăпнă Зар Ехиме алăран тытса каллех Оля патне çавăтса пычĕç.

— Эс ма хăна хĕрĕнчен таратăн? Чăнахах хăна хĕрĕ ку, чулçырмасем мар.

Зар Ехим хĕремеслене-хĕремеслене кишĕр тĕслĕ пулса кайрĕ.

Улăхри хĕрсен-каччăсен кăмăлĕсем пурин те уçăлса кайнă. Кулаççĕ, шӳт тăваççĕ. Вырăс каччисем çине те кăмăллăн пăха пуçларĕç. Рамаша çав кăна кирлĕччĕ. Вара пурне те хăнасемпе паллаштарчĕ.

— Паян вырăссем — пирĕн хăнасем, — терĕ Рамаш. — Малашне туслă пурăнар. Илюша Чугунова каччăсем нумайăшĕ пĕлеççĕ, тен, хăшĕ унпа çапăçса та курнă пуль. Паян çапăçмастпăр. Вылятпăр, кулатпăр, савăнатпăр. Атьăр, ушкăнлă вăйăсем пуçласа ярар. Малтан вырăс вăййине вĕрентем сире. «Третий лишний», — теççĕ. Кайран хуралла чупăпăр — ку вăййа вырăссем те чăваш пекех выляççĕ. Унтан юрлăпăр, ташлăпăр…

Чупрĕç, юрларĕç, ташларĕç паян пикесемпе яшсем. Вăйă май мăшăрсем вĕçсĕрех ылмашса тăчĕç. Пĕр мăшăра анчах никам та уйăраймарĕ. Хăшĕ юриех чупмарĕç майра хĕрĕ хыçĕнчен, хăшĕ чупсан та тытаймарĕç. Оля чăваш каччисене вăлтма часах вĕренчĕ. Каччă хăваласа çите пуçласан, вăл, йĕс хӳрине кăтартса, тилĕ пек каялла вăркăнать е тĕмĕсем тавра чупкаласа хыçран йĕрлекеннине ывăнтарать те хирĕç чупакан Рамаша кĕтсе илет. Вара вĕсем васкамасăр каялла таврăнаççĕ. «Эп чăнахах чăваш арăмĕ пултăм», — тет Оля, çĕррисемпе тенкисене тĕнкĕлтеттерсе. «Çук-ха, — тет Рамаш, — ку хĕр тумĕ. Арăм тумĕ йăлт урăхла. Ана та тăхăнса курăн-ха».

Илюшăна Рамаш Наçтукпа тăратрĕ. Наçтукшăн пурпĕрех. Вырăс каччипе те вăл сăпайлăн, пĕр вăтанмасăр калаçрĕ.

Филька Кĕтерие хăваласа тытрĕ. Ку вырăс ачи Чее Миттян ячĕ мĕне пĕлтернине ыйтса пĕлчĕ те:

— Вырăсла вăл Хитрый Митрий пулать, — терĕ. Унтан хăй чăвашла вĕренесшĕн пулчĕ.

— «Эс ман кăмăла каятăн» — чăвашла мĕнле пулать? — ыйтрĕ Филька.

— «Эп тăрри шăтăк», — терĕ Кĕтери.

— «Эп турри шитык», — култарчĕ вара Филька хĕрсене.

Трашук тăтăшах Наçтук çине пăхкалать, анчах ун патне пыма хăрать вăл, ăна алăран тытма, унпа юнашар тăма вăтанать. Çавăнпа юлашкинчен йĕкĕт Христьăна тытрĕ те кунĕпех çавăнпа калаçса ирттерчĕ.

Выляса ывăнсан, Рамашпа Илюша юрă пуçлама сĕнчĕç. Малтан вĕсем хăйсем вырăела юрласа ячĕç. Хăш-пĕр вырăс юррисене чăваш ачисем те пĕлеççĕ. Оля «Потеряла я колечко» юрлама пуçласан, хĕрсем те юрра хутшăнчĕç.

— Яхруш, кала тăмруна! — кăшкăрчĕ юрă вĕçленсен тахăшĕ. Яхруш вара ташă кĕвви каласа ячĕ. Курăк çăра пулнипе ташă малтан ăнсах каймарĕ, чăвашла йăкăштаттарса шума улăхра йывăр, çавăнпа Яхруш вырăс кĕвви пуçларĕ. Акă Оля, пуç тавра тутăр çавăрса, вырăнтан Хускалчĕ. Чăвашла тумланнă хĕр майралла ташлани питĕ хитре пулчĕ. Майра хĕрĕ ташшине пуçласса пĕччен пуçлать, анчах каярахпа, кăшт тĕпĕртетсе ярăнса çӳренĕ хыççăн, каччă умне пырсатăрать. Оля Рамаш ташланине пĕлмест, çапах та сисрĕ вăл Рамаш ташласшăнне, ун умне пырсă ура тапрĕ.

Ак хăçан пуçланчĕ иккен чăн-чăн ташă! Рамаш иккĕ-виççĕ тапăртатсах пĕтĕм халăха хăй çине пăхтарма пултарчĕ. Вара Филька «Шире круг!» — тесе çухăрчĕ те, йĕри-тавра чупкаласа, вăйă картине сарма пикенчĕ.

— Яхруш, «Барыню»! — кăшкăрчĕ Оля та. Каччи ташланине çынсемпе пĕрле курса савăнас тесе, вăл хай ташлама. пăрахрĕ.

Рамаш çут тĕнчене ташлама кăна çуралнă пуль. Ура хуçса, кăлтăрмач пек хăй тавра çаврăнса ташлать, пĕççине çупса пушмак тĕпне те çатлаттарса илет, урисене тĕрлĕ май явкалать. Пĕтĕм яш-кĕрĕме тĕлĕнтерчĕ вăл паян…

… Вăйă каç пулас умĕн тин саланчĕ. Çынсем киле кая пуçлаçан, Рамаш хăй патне чăваш каччисенчен шанчăклăраххисене чĕнсе клчĕ. Вĕсем хушшинче — Яхруш, Унтри. Пĕвĕпе каччă пек курăнакан вунтăват çулхи Хветюк та çав шута кĕнĕ. Вĕсем пурте вырăс каччисемпе пĕрле Пăрутапăрĕ çывăхне кайса тăчĕç.

— Малашне вырăссемпе яланах çапла туслă пурăнăр, — терĕ Рамаш. — Паянхи куна ан манăр. Кĕпер тунă чух е утă çулнă чух чăвашпа вырăс хирĕçме тытăнсан, вĕсене килĕштерме тăрăшăр…

Мĕн калассине Рамаш чăвашсене — чăвашла, вырăссене — вырăсла каларĕ.

— Тавтапуç сана, Рамаш, — терĕ Илюша. — Санпа паллашнăранпа эпĕ хамран хам тĕлĕнетĕп. Чăн-чăн чăваша халь тин курнă пек туйăнать мана. Çын пулма пуçларăм-и ĕнтĕ? Халь çамрăк вăя ăçта хумаллине пĕлетĕп. Кăçал кĕпер тунă чух çапăçу пуласран хăрамалли çук. Ялта арçын сахал. Пулсан та — пирĕн пек çамрăксем ытларах. Шăрчăкланаканнисене чарма пĕлĕпĕр. Фальшинсен чеелĕхне тăрă шыв çине кăларăпăр. Эс халь, Рамаш, пирĕн енчисене виçсĕмĕре кăна лайăх пĕлетĕн. Пире, сан майлă шухăшлакансене, виççĕн мар — вунвиççĕн тесе шутла. Çапла-и, Спирка?

— Чугунов каларĕ пулсан, çапла пулать ĕнтĕ, — терĕ Спирка… Юлашкинчен Илюша Яхрушпа та çапăçса курнăшăн ӳкĕнсе калаçре, урăх апла пулмĕ, халь туслă пулăпăр терĕ. Рамаш сĕннипе вĕсем иккĕшĕ пĕр-пĕрин аллине чăмăртарĕç.

Пурте киле ăсаннă хыççăн Рамашпа Оля иккĕшех юлчĕç, çыран хĕррипе ылтăн пулă тытнă тĕле, чечек кăшăлĕ тунă вырăна, кайса ларчĕç.

— Ылтăн пулă сан вăлтуна лекрĕ, — терĕ Оля.

— Вăхăт çитсен, Трашук та хăйĕн ылтан пуллине тытĕ-ха, — терĕ Рамаш.

Марзабай пуçĕ пăтранать

Ашшĕн кăмăлĕ пирки тĕрĕс каларĕ Рамаш Илюшăпа калаçнă чух. Тайман Сахарĕ Мăрзабайсене яланах хисепленĕ. Çутă ăстăнлă, тараватлă Тимуша та манман вăл, Павăла хăйне те ырланă: пĕр-пĕр Хаяр Макар пек тĕттĕм те куштан çын мар; халăх çинче сăпайлă, кашни çынпа вашаватлă; ăс-хакăлпа тепĕр пысăк вĕреннĕ çынна парăнмĕ. Çапла шутланă Тайман Сахарĕ Мăрзабай Павăлĕ пирки.

Чăнах та, Павăл хăйĕн шăллĕ пек е Ятрус Хрулкки пек нумай вĕренеймен. Ача чух Хрулккапа пĕрле виçĕ хĕл Лешеккинчи шкула çӳренĕ çеç. Хрулкка Куçминккара вĕреннипе те чарăнман, тата таçта Чĕмпĕр хулинче те вĕренсе курнă, яла учитель пулса таврăннă. Павăлпа Хрулкка туслăхĕ çав хушăра сивĕнмен, сивĕнме мар, çирĕпленсех пынă.

Пĕри учитель, тепри старшина пулнă хушăра та варлă пурăннă вĕсем. Павăл юлташне кура ытларах вулама тăрăшнă, хаçат çырăнса илекен пулнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çинчен Хрулккапа час-часах калаçнă вăл, чăвашсене вĕрентме тăрăшакан Иван Яковлевича Хрулкка пекех юратнă, хисепленĕ.

Çапах икĕ тус яланах пĕр шухăшлă пулайман. Российăн пуласлăхĕ пирки вĕсем тĕрлĕрен шухăшланă. Пиллĕкмĕш çулхи революци хыççăн Ятрус патша йĕркине курайми пулнă. Мăрзабай йĕрке пирки хăйĕнле шухăшланă: «Услап кĕтӳç те пулин пултăр-ха вăл, çуккинчен лайăхрах», — тенĕ.

— Услапĕ пырĕччĕ, усал кĕтӳç мар-и? Кĕтӳç ăна шанса панă кĕтӳри сурăхсене пусма пуçласан, мĕн тăвăпăр? — куçран пăхса ыйтатчĕ Хрулкка.

— Каларăн та!.. Кĕтӳç сурăхсене пусать тесе тĕрлĕ пăлхавçăсем сăмах сараççĕ пуль, — мăкăртатрĕ лешĕ. — Эсĕ те, хулара пурăнса, суя сăмаха тăнлакан пулнă. Сирĕншĕн йĕркелĕх ним те мар. Маншăн начар йĕркелĕх те йĕркесĕрлĕхрен хаклăрах.

… Акă хайхи йĕркесĕр самана çитрĕ те ĕнтĕ. Патша йĕркине аркатни малтан йăлтах анратрĕ Мăрзабая. Каярах урлă-пирлĕ пăхкаласа тĕлĕне пуçларĕ вăл: Куçминккари туссем хушшннче патшашăн куççуль тăкакан çук. Ялти лавккаçă Смоляков та ишĕлнĕ йĕркешĕн макăрмасть. Нивушлĕ вăл тĕрлĕ тискерсемпе, хăй юратман куштансемпе — Хаярсемпе, Фальшинсемпе — пĕр ушкăнра пулса юлчĕ-ши?!

Чĕре хускалса майĕпе вырăна лара пуçласан, тен, Мăрзабай та пĕр-пĕр Белянкин евĕрлĕ «революционер» пулса тăрĕччĕ. Анчах Мăрзабайшăн пурнăçра тата тепĕр никĕс, патшалăх йĕркинчен те шанчăклăрах никĕс пур. Халăх пурнăçне, чăваш пеквак халăх пурнăçне пушшех, ваттисен сăмахĕ тытса тăрать, ĕмĕрхи йăласем йĕркелеççĕ. Ял çыннишĕн темрен те паха вăл. Ахальтен мар хула çьшни час пăсăлать, ял çынни пăсăлса каймасть. Халĕ хайхи революци авалхи йĕркелĕхе те пăса пуçларĕ. Çынсем туртаран тухса ĕрĕхеççĕ, тĕнче куркаланă ял çыннисем те çав шутрах. Патша йĕрки арканни пырĕччĕ те, ытти йĕркесĕрлĕх те çавăнтанах килмест-и?

«Кампа та пулин чуна уçса тĕплĕн калаçса курасчĕ, — çунать Мăрзабай. — Кампа калаçăн? Ятрус яла килсе курми пулчĕ. Çĕнĕ пуппа çывăх паллашайман-ха. Чее Белянкинпа калаçма асăрханчĕ вăл. Çĕнĕрен старшина пулма сĕнчĕ лешĕ. Анчах кама юраса ĕçлес? Питĕрте икĕ влаçлă, урăхла каласан, влаçсăр самана. Мăрзабай тĕреклĕ влаçа, йĕркелĕхе, çирĕп законлăха пăхăнса çеç ĕçлеме пултарать. Халь влаçĕ те, законлăхе те çук çав».

Пăтранчăк самана. Хыпарсем те пĕтранчăк. Хаçатра тĕрлĕрен çыраççĕ: кашни парти хăйне мухтать, ыттисене хурлать. Яла таврăнакан е курма килекен салтаксем те тĕрлĕ юрă юрлаççĕ. Мăрзабайăн хăйĕн те пĕр тĕрлĕ йĕркеленнĕ çирĕп шухăш çук-ха. Çавăнпа Çимун таврăнасса тем пек кĕтет вăл, фронтран килнĕ çын паянхи лару-тăрăва ăнлакма пулăшасса шанать.

Анчах Çимун таврăнмарĕ, кĕтмен çĕртен Назар килчĕ. Назар пĕр-пĕр прапорщик тумне мар, чăн-чăн офицер тумне тăхăннă. Кĕмĕл погон çинче — виçĕ пĕчĕк çăлтăр. Пĕвĕпе ывăлĕ ашшĕ пекех — пысăк мар, анчах кĕрнеклĕ çын. Вăл шалти пӳртре шухăша кайса каллĕ-маллĕ уткаланă чух ашшĕ ун çине чунтан савăнса пăхса ларать. Анчах ывăлĕ калаçсах каймасть, тăванĕсем умĕнче вăл хăйне ют çын пек, пĕр-пĕр Белянкин пек тыткалать.

Назар поручика тухнă, халь темле йывăр хушаматлă генерал адъютанчĕ вăл. Акă алăкăн-тĕпелĕн утрĕ-утрĕ те тинех калаçма пуçларĕ:

— Союзниксем пăшăрханаççĕ… Вăрçăран тухсан, Россия хăйĕн ятне çĕртет вара. Мĕн çĕнтеричченех тăван çĕршыв тăшманĕпе çапăçмалла!

Те хăй сăмахĕсене, те генерал сăмахĕсене каларĕ ывăлĕ — ашшĕ ăна пĕлеймерĕ.

— Армире дисциплина начарланнă теççĕ, тата тĕрлĕ комитетсем унта сирĕн. Салтаксем çапăçасшăнах мар курнать… Большевиксем пăлхатаççĕ-и вĕсене? Сӳтĕлсе-ишĕлсе пыракан арми çапăçма пултараймасть пуль вăл? — ыйтрĕ вара ашшĕ ывăлне тĕрĕслесе пăхас шутпа.

— Эс, атте, ялта пурăнса ним те пĕлместĕн. Лайăх генералăн офицерĕсем те, салтакĕсем те лайăх. Пирĕн дивизире комитетсем çук. Аркатрăмăр эпир вĕсене, тĕрлĕ комитетсене. Советсене, керенскисене, Вăхăтлăх правительствине хăйне те сирпĕтмелле. Вăхăтлăх правительстви вырăнне вăхăтлăх диктатор кирлĕ… Пур пирĕн диктатор пулма пултаракан генерал: Корнилов.

Назар сăмахĕсемпе çапах та çырлахмарĕ ашшĕ. Лешеккинче тиечук ывăлĕ Леонид, Назар пек, курма килнĕ, теççĕ, Шкулта вĕреннĕ чух иккĕшĕ туслăччĕ вĕсем.

Леонида хăнана чĕнсе, икĕ çамрăка калаçтарас шухăш тытрĕ Мăрзабай. Ывăлĕпе хăй тавлашасшăн мар: хăна-çке-ха, виç-тăват куна çеç килнĕ. Капла вара, вăрçăран килнĕ икĕ çын калаçнине итлесе ларсан, уншăн самаях усăллă пулма пултарать.

Çав Леонидăн хушамачĕ Анчиков мар иккен — Федотов. Вырăсланма тăрăшакан тиечук ывăлне тĕне кĕртнĕ чух ун хушаматне хăйĕн ашшĕ (Леонидăн аслашшĕ) ячĕпе çыртарнă.

Леонидпа Назар пĕрне-пĕри курманни тăват-пилĕк çул. Иккĕшĕ те нумай улшăннă. Çипуçĕпе питех мар, шухăш-кăмăлпа вара пĕрне-пĕри паллайми улшăнса кайнă. Малтанах вĕсем кăмăллă калаçрĕç. Назар, урине шаклаттарса, алă тăсрĕ. Леонид икĕ аллине те сарса юлташне ыталарĕ те ăна хăй çумне туртса илчĕ. Унăн уçă кăмăлĕ сăмах хушичченех палăрчĕ. Калаçа пуçличчен вăл юлташне хулран тытса, куçран пăхса тăчĕ.

— Маттур, — терĕ вăл. — Хитре офицер пулнă эс, Назар. Манран çӳлех ӳсеймен, анчах — тĕреклĕрех. Елĕк кĕрешнĕ чух эп сана парăнмастăмччĕ. Халь санпа çыхланма хăрушă. Курманни нумай пудать. Мĕн чухлĕ шыв тинĕсе юхса каннă! Шывĕ мĕн… ĕмĕрсем куç умĕнчех юхса ирте пуçларĕç. Самани çурхи пăрлă шыв пек кĕрлет.

— Мĕншĕн эс погонсăр çӳретĕн? — ыйтрĕ Назар Леонидран, лешĕ хăйĕн малтанхи. сăмахĕсене каласа пĕтерсен.

— Мĕншĕн тетĕн-и? Мĕншĕн тесен эпĕ хама хам штатски çын тесе шутлатăп. Вăрçă тумĕ те, ĕçĕ те килĕшмест мана.

— Апла иккен.

Çамрăксем килĕшӳллĕ калаçни нумая пымарĕ. Малтанах вĕсем генералсем пирки тавлашса кайрĕç. Леонид Брусилова мухтарĕ, Назар — Корнилова. «Сан Корнилову Австри çарне плена лексе намăс курнăскер кăна вĕт», — терĕ Федотов. «Тăшмансем элек сараççĕ. Плена лекнĕ чух вăл çичĕ салтакпа анчах тăрса юлнă, хăй суранланса тăнсăр пулнă. Кайран, пленран тарса, герой ятне илнĕ», — хуравларĕ Назар.

«Çичĕ салтакпа мар, çичĕ пин салтакпа плена лекнĕ вăл. Дивизие аркатма панăшăн ăна Брусилов суд умне тăратасшăн пулнă», — шухăшларĕ Леонид, анчах ним те каламарĕ, малалла чĕрре кĕрес мар терĕ.

Назар хĕрсе кайса паçăрхи пекех союзниксем çинчен, вăрçă çинчен сăмахларĕ, диктаторсене те манса хăвармарĕ. Леонид сăпайлăн калаçма тăрăшрĕ.

— Вăрçă пирĕн халăхшăн та, нимĕç халăхĕшĕн те кирлĕ мар, — терĕ вăл. — Халăх тарăхса çитрĕ, хуçалăх юхăнса пырать. Салтаксем мир пирки антăхса емĕтленеççĕ. Çĕнтериччен вăрçас текеннисем — генералсем, капиталистсем, помещиксем кăна.

— Эс, Леонид Федотов, большевик пек калаçатăн. Чăнах большевик мар-и эс? Прапорсене шанма çук. Салтакран кăшт уйрăлнă, офицер пулса çитеймен…

— Чăнахах çапла, — терĕ Леонид, кулкаласа, — офицер пулса çитеймен çав. Большевик пулса та çитеймен-ха. Анчах ĕçхăлăхне хӳтĕлекен парти большевиксен партийĕсĕр пуçне урăх çук тесе шутлатăп.

— Нимĕç шпионĕсем вĕсем — сан большевикӳсем! — кăшкăрчĕ Шзар. — Асăрхан, Федотов! Пуля пуçна шăтарсан — лайах. Хунар юпи çинче çакăнса тăмалла ан пултăр. Большевиксен кунĕ кĕске. Кĕçех диктатор кунĕ пуçланать. Асăрхан, сыхла пуçна. Сана шеллесе калатăп.

— Пĕр пуç пĕтйи ним те мар. Салтак пуçнĕ, халăх пуçне сыхлас пулать. Ман шутпа, диктатор кунĕ мар, Советсен кунĕ çывхарать, — çав-çавах лăпкăн калаçма тăрăшать Леонид.

Назар сăнĕ тискерленсе кайрĕ. Ура çине сиксе тăчĕ вăл. Мăрзабай хăраса ӳкрĕ, калаçăва хутшăнма васкарĕ:

— Эс, Назар, ытлашши ĕçнĕ, хăнуна сăйламастăн та. Урах çĕрте тавлашăр, çапăçăр. Ман килте чипер калаçăр, иксер те хăна пулăр.

Ашшĕ çапла калаçнă май Ыазар кăштах сивĕнчĕ, темле мăнаçлăн лĕхлетсе кулса ячĕ те чĕтрекен аллипе черкке тултарчĕ. Анчах черккине хăна умне лартмарĕ, хăй çĕклерĕ.

— Хамăн генералшăн ĕçетĕп тата Корниловшăн! Большевиксем тĕп пулччăр, тамăкра çунса кайччăр.

Кил хуçи вара хăй икĕ черкке тултарчĕ: пĕрне хăнине тыттарчĕ, теприне хăн тытрĕ. Кăмăллă сасăпа каларĕ: «Назар ӳсĕрĕлнĕ вăл. Атя-ха, эпир те сыпар. Генералсемшĕн мар, хамăр сывлăхшăн ĕçĕпĕр».

Леонид кил хуçине камăл тăвасшăн çеç черккине тытса сыпнă пек турĕ те: «Тавтапуç, Павел Алексеевич! Ман кайма вăхăт çитнĕ», — терĕ. Хуçи чарса тăмарĕ, Назар татах тем хăтланасран хăрарĕ.

Тухса каяс умĕн Леонид алăк патĕнче кăштах чарăнса тăчĕ те хăй тĕллĕн кулса илчĕ, вара ĕлĕкхи тусĕ çине пăхса:

— Сывă лул, господин поручик. Лайăх çапăç, анчах генералсене манран салам ан кала, — терĕ.

Назар, пуçне уса пуçланăскер, «господин поручик» сăмахсенчен урăх ним те илтмерĕ. Алăк патне пырса, Леонида чиперех алă пачĕ вăл, унтан виçĕ çăлтăрлă погонне пӳрнепе "шаккаса: «Аттесĕрех туянтăм!» — терĕ. Ашшĕ, илтмĕш пулса, хăнана ăсатма тухрĕ.

Ашшĕн кăна мар, Наçтукăн туйăмлă чĕри те пиччĕшĕн хăшпĕр хăтланчăкĕсене кăмăлламарĕ. Çамрăк хĕр хăнасем пӳртре шавланă вăхăтра урамра, уçă чӳрече умĕнче итлесе ларнă. Леонид килнĕ чух та, кайнă чух та ăшшăн пăхса алă пачĕ ăна. Ытти чух именмен хĕр вара темшĕн хĕрелсе ӳкрĕ, хирĕç чĕнме сăмах тупаймарĕ. Хĕр чĕрине вăратса, хумхатса хăвармарĕ-ши большевиксене ырлакан тиечук ывăлĕ?

Назара ăсатнă хыççăн тепĕр эрнерен Çимун килсе çитрĕ. Тăван ывăлĕнчен те вашаватлăрах кĕтсе илчĕ ăна Мăрзабай. Мăшăрĕ çавăншăн кăмăлсăрланчĕ, шăллун ывăлĕ тăван ывăлунтан хаклăрах саншăн текелесе мăкăртатрĕ. Анчах упăшки хирĕç сăмах хушмарĕ, мĕншĕн тесен пĕлет: Укахвие пĕр хускатса ярсан, нимпе те чараймăн. Яланхи пекех, хĕрарăм мăкăртатнине шарламасăр ирттерсе ячĕ вăл. Хăй çав вăхăтра: «Назар Мăрзабай таврашĕ мар çав. Пĕтĕмпех чурăс хурăнварсене кайса хывнă. Çимун — Мăрзабай таврашĕ. Çавăнпа вăл маншăн Назартан çывăхрах», — тесе шутларĕ.

Çимун хăй те мучăшне ашшĕ вырăнне хурса кăмăллать. Ана вăл мĕн ачаранах хисеплеме вĕреннĕ. Авланнă чух та унăн сăмахĕнчен тухаймарĕ. Çавăн пирки аса илсен çеç мучăшĕн сăнĕ Çимун куçĕнче кăшт тĕксĕмленет.

Мăрзабай Çимунпа фронтри лару-тăру пирки калаçма васкамарĕ, хăй сăмах пуçласса кĕтрĕ. Кĕтмелĕх вăхăт пур. Çимун суранĕсем ăна вăрçăран шанчăклă хăтарнă. Анчах Çимун ытлашши калаçма юратмасть. Ытлашши мар, мĕн кирлине те тепĕр чух каламасăрах ирттерсе ярать. Çапах Мăрзабай ăна пĕррехинче ятарласах калаçтарчĕ. Сăмах хускатмалăх малтанах Назарпа Леонид çинчен каласа кăтартрĕ. Унтан Керенскипе Корнилов пирки, большевиксем пирки Çимун мĕн шухăшланине пĕлесшĕн пулчĕ.

Çимун сасси хитре. Вал калаçнă чух кĕсле хĕлĕхĕсем янранă пек туйăнать.

Назарпа Леонид пирки илтсен, Çимун кулса илчĕ те:

— Пирĕн килте те пĕчĕк диктатор тупăннă иккен, — терĕ. Унтан хĕрсех малалла калаçа пуçларĕ: — Тĕрлĕ ораторсене нумай куртăм, нумай илтрĕм. Диктатор тăвас текеннисенчен хăрушши çук. Эп хам малтанах Керенские шаннăччĕ. Халь никама та шанми пултăм. Эсерсем хăйсене хăйсем хресченсен партийĕ тесе шутлаççĕ, анчах вĕсем хушшинче килĕшӳ çук. Вĕсенчен чи лайăххисем те çурма ĕç кăна тăвасшăн. Тĕрĕссипе каласан, — хăраса ан ӳк, мучи, — кăмăлăм большевиксем енне туртăна пуçларĕ. Пĕр енчен кăна вĕсем мана килĕшсех каймаççĕ: ытла чăнкă çулсемпе çӳреме юратаççĕ. Тĕнчене халех улăштарса лартасшăн. Пĕтĕм тĕнчипе революци пуласса шанаççĕ. Пулмасан вара? Вĕсем власть илни те кăлăхах пулать вĕт. Пирĕн сĕрмен кăрманлă Российăна нимĕç çĕнтереймесен, союзниксем хăйсемех лутăркаса тăкĕç. Большевиксене власть тытса тăма памĕç вĕсем.

— Ĕçсем çавăнталлах пыраççĕ-и? Большевиксем власть илсен, пĕтрĕмĕр вара, — хăраса ӳкрĕ Мăрзабай.

— Эс большевиксенчен ытлашши ан хăра, — терĕ Çимун. — Ху Назар пек хирĕçмесен, санпа çыхланмĕç вĕсем. Сана пĕр япала каласа парам-ха. Ленин ятне илтнĕ-и эс? Мĕнле çын вăл, çавна пĕлетĕн-и?

— Илтессе илтнĕ. Пĕлме — ăçтан пĕлем. Ман ачана тĕне кĕртмен вăл.

Çимун кулса илчĕ те çапла каларĕ:

— Сан ачуна — Назар пирки калатăп — большевиксем те тĕне кĕртеймĕç. Анчах вĕсем чăнахах та пĕтĕм халăха çĕнĕ тĕне кĕртесшĕн. Эп Ленин пирки сăмах хускатрăм-ха. Пысăк çын вăл. Пĕр партире те ун пек вăйлă çулпуç çук. Российăра кăна мар — пĕтĕм тĕнчипех. Эс чăвашсене çутта кăларакан Яковлева юрататăн. Пĕлессӳ килсен, Ленин ашшĕ çав Яковлевпа пит туслă пулнă, ăна Чĕмпĕрти чăваш шкулне çирĕплетме пулăшнă.

— Ашшĕ тетĕн-ха. Халь вĕреннĕ çынсем ашшĕсене итлесех каймаççĕ. Ывăлĕ тĕнчере чăваш пуррине те пĕлмест пуль.

— Пĕлме мар, чăвашсене пит юратать вăл. Пĕр чăваш ачине хăй вĕрентсе университета кĕме хатĕрленĕ. Вăл хăй те Яковлева пит лайăх пĕлет, унăн ĕçне ырлать. Ку суя хыпар мар. Мана пĕр пысăк вĕреннĕ чăваш каласа пачĕ. Яковлева та, Ленина хăйне те лайăх пĕлекен çын.

Çимунпа мучăш нумай калаçрĕç паян. Анчах Мăрзабай пуçĕ тасалма мар, пушшех пăтранса кайрĕ. Пĕрисем Ленина нимĕç шпионĕ теççĕ, теприсем каланă тăрăх, вăл чăваш тусĕ пулса тăчĕ. Ку вăл юрĕ-ха, шпион тесе ăна унăн тăшманĕсем калаççĕ пуль. Анчах харпăрлăх пирки Белянкин калани тĕрĕс сăмахах вĕт. Большевиксем çĕнтерсен, пĕтĕм хуçалăха чухăнсене салатса парас-и вара?

Кун пирки Çимун çапла каларĕ:

— Большевиксен тĕллевĕ — чăнахах та фабрик-заводсене капиталистсенчен туртса илсе рабочисене парасси. Çĕре те вĕсем, помещиксенчен туртса илсе, хресченсене парасшăн. Пĕр енчен пăхсан, тĕрĕсех вĕт: кам ĕçлет, çав хуçа пултăр…

«Çимун та манран ютшăнĕ-ши? — хурланса шухăшларĕ Мăрзабай Павăлĕ. — Эх, самана!»

Тунсăх юрри

Ах, Оля, Оля! Чĕрӳне çунтармалăх сăлтав пур çав сан. Пуçна ыраттармалăх та пур. Çавăнпах пуль эс вăййа та çӳреми пултăн. Никама та курасшăн мар. Аннӳпе те калаçми пултăн. Аннӳ тĕлĕнет. Аçу ячĕпе çурта лартса турра кĕлтума Таллă мăнастирне кайнăччĕ вăл ун чух. Çав хушăра эсĕ йăлтах улшăнтăн. Сан савăнăçна курмарĕ вăл. Курнă пулсан, ытларах пĕлĕччĕ, пĕлменнине — ват çын чĕрипе çисĕччĕ. Халь акă эсĕ хурлăхлăн шухăша кайса ларнине Çĕç курать, эс çапла улшăннăшăн аптраса, хăй те хуйхăрать. Тулăксăртарах çын пулсан, аннӳ сана вăрçса-çĕтĕлсе тĕпченĕ пулĕччĕ, çивĕтрен тытса лăскама пĕлĕччĕ. Аслă çын çав сан аннӳ, ырă кăмăллă çын. Унăн хăйĕн хуйхи пысăк. Аçу çухалнăранпа вăл та сан пекех çынпа калаçми пулчĕ, анчах хăй пурпĕрех хыпар килессе шанма пăрахмасть. Икĕ çул хыпар пулманнине — халь тин пулас çук. Унăн хуйхи ханшăн та пысăк хуйхăччĕ. Çапах та çамрăк пуçра хуйхă хăвăртрах сĕвĕрĕлет, анну пек вăхăтсар ватăлнă çын пуçĕнчи хуйхă нихçан та сĕвĕрĕлмест, чул пек хытса, чĕре тĕпне анса ларать. Ах, Оля, Оля! Çĕнĕ хуйхă ан ту аннӳшĕн, ыталаса макăр та пĕтĕмпех каласа пар. Ним те ан пытар. Анланĕ вăл сана. Аслă çын вăл, пысăк чĕреллĕ-çын. Çук, эс аннӳпе пĕрле макăрмарăн — те хăрарăн уншăн çĕнĕ хуйхă тăвасран, те вăтантăн. Эс хĕр куççульне вăрттăн юхтарса типĕтрĕн. Анчах куççуль типсен те — йĕрĕ юлать. Çавах вăл саиа тĕпчемерĕ, вăрçса ятламарĕ. Ним курман-пĕлмен пек ыйтрĕ кăна: «Вася тем çӳреми пулчĕ пирĕн вĕçе. Сăлтавне эс пĕлместĕн-и?» Эсĕ те, ним пулман пек, пĕр тикĕс сасăна каларăн: «Пĕлместĕп. Урăх вĕçе çӳрет пуль», — терĕн. Пӳртре ун чух тĕттĕмччĕ, эсир иккĕнехчĕ. Апла пулин те, пĕрне-пĕри урăх пĕр сăмах та каламарăр. Аннӳ тем шухăшларĕ. Эсĕ хăвăн шухăшна шухăшларăн: «Ах, аннеçĕм-анне… Хĕрлĕх иртсе кайрĕ маншăн. Тен, хам кĕçех анне пулăп. Тата кăшт кĕт. Калăп вара. Калăп та килтен тухса кайăп. Тук тăршшĕпе Пасарлăяла çитиччен çуран кайăп. Эс пĕлместĕн ăна. Шанмăн. Эп пĕлетĕп, шанатăп. Пĕртен-пĕр каччă вăл маншăн. Пĕртен-пĕр… кашкăр». Çапла шухăшларăн эс ун чух.

Ах, Оля, Оля! Санпа çапла калаçнăшăн ан ятла пире. Эс каччуна «Ах, Рома, Рома!» тесе чĕнеттĕн. Халь шухăшра, юлашки кунхи пек, «Ах, Рамаш, Рамаш!» тесе асăнатăн. Çавăнпа пирĕн те сана «Ах, Оля, Оля!» тесе чĕнес килет. Эпир те сана юратрăмăр. Уншăн ан ятла пире, ан çиллен.

Ик-виç эрне сăнарĕ амăшĕ юратнă хĕрне. Оля кăмăлĕ уçăла пуçларĕ пек. Такамран çыру килчĕ. Хирĕç çырма васкамарĕ хĕрĕ. Тепĕр эрнерен кăна çырчĕ. Амăшĕ каллех тĕпчемерĕ. Халь ĕнтĕ тĕпчеме те кирлех мар: ун хăлхине те хыпар пырса кĕнĕ. Оля ют ялтан килнĕ каччăпа çӳренĕ, теççĕ. Çав каччăпа Фальшин ывăлĕ çапăçнă, теççĕ.

Çырăвĕ савăк пулнă пуль. Хăй те савăк çыру çырчĕ пуль. Çавăнтанпа хĕр ĕлĕкхи пекех хаваслă калаçма-кулма пуçларĕ. Çук, ĕлĕкхи пек мар. Хĕр сăнĕ халь ĕлĕкхинчен çутăрах. Хĕр куçĕнче çутă хĕлхем вылять. Амăшĕпе вăл халь ĕлĕкхинчен евĕклĕрех. Шăллĕпе йăмăкнĕ те ытларах юратать пек. Еçре те хастарлăрах пек. Унăн халь пĕр мăшăр алăран пуçне тата икĕ çунат пур тейĕн. Таçта та çитсе ĕлкĕрет, тем-тем туса çитерет. Пĕр енчен çеç юлхавланнă: вăййа çӳремест. Çавах, каç пулсан, урамра хĕрсем юрланă вăхăтра, вăл та кйлте лармасть, таçта тухса каять. Тен, чиркӳ вĕçне çӳрет пуль, тен, çĕнĕрен Васькăпа вăрçнă пуль. Юриех те сăнаса пăхрĕ амăшĕ. Ял тепĕр вĕçне мар, шыв хĕррине, вăрман çывăхне утса кайрĕ Оля. Çав çулпах киле таврăнчĕ.

Оля каçсерен Тук хĕррине, ылтăн пулă тытнă тĕле хирĕç кайса ларать. Хушăран вăрăммăн сывласа илет. Виçĕ сăмах çеç сасăпа кăларать: «Ах, Рамаш, Рамаш!» Ытти сăмахĕ-шухăшĕсем унăн пĕтĕмпех ăшра. Хушăран юрă ĕнерсе илет, хăмăр куçа асăнать.

Кари глазки, где вы скрылись?

Мне вас больше не видать.

Где вы скрылись, запропали?

Навек заставили страдать.

Юрлать те тиркесе пăрахать юррине. Рамаш куçĕ пирки «глазки» тенипе килĕшмест. Вара тепĕр юрă пуçлать:

Глаза, вы, карие, большие,

Зачем я полюбила вас?!

Анчах малалла «А вы изменчивые, злые» тенĕ вырăна çитет те, каллех килĕшмеççĕ ăна юрă сăмахĕсем…

Пĕр каç пĕччен ларакан хĕр патне çын пырçа тăчĕ. Ольăна малтанах такам çывхарнă пек туйăнчĕ, çапах вăл пуçне те çĕклемерĕ.

— Оля, ма пĕччен ларатăн, ма вăййа тухмастăн? — илтрĕ вăл тепĕр самантран. — Лайăх мар капла. Çынсем сан пирки темтепĕр калаçаççĕ… — Васька хăй сăмахне çапла пуçларĕ. Унтăн Оля ним те чĕнменнине курчĕ те:

— Маннă сана чăваш ачи, — тесе хучĕ. — Чăнахах та маннă вăл, Оля. Эс те ман. Эпĕ те мĕн пулни-иртнине манма тăрăшăп. Атя, каллех пĕрле çӳрер. Кĕркунне туй тăвăпăр. Атте хирĕç пулмĕ.

Каччă, хăюлланса, хĕр çумне пырса ларчĕ. Хĕр çав вăхăтра ура çине тăчĕ.

— Çук, Василий Никонович, каснă чĕлĕ сыпăнмасть. Каларĕ вĕт сана Илюша, чухăн вĕçне ан çӳре терĕ. Хăвна тайăн пуян хĕр шыра, — çапла каларĕ те хĕр хушлăх еннелле утрĕ.

Пĕччен юлнă каччă чăтма çук урса кайрĕ те çапла кăшкăрчĕ:

— Эс, амашкă, чăваш чĕппипе çӳресе пĕтĕм яла намăс кăтартрăн. Асту! Каснă чĕллӳ хапха çинче ан пултăр!

Варт çаврăнчĕ каялла Оля. Тĕттĕмленнĕ пулин те, усал ача хĕр куçĕнчи вутлă хĕлхеме лайăх курчĕ. Курчĕ те ерипе çывхаракан хĕр умĕнче каялла чака пуçларĕ. Хĕр Хăйĕн çлĕкхи каччине çухаран ярса тытрĕ.

— Эс, путсĕр çын, ман хапха патне çывхарсан, Илюша сан пуçна пăрса татать. Мана хӳтĕлекенсем тупăнĕç. Тупăнмасан — хам сана пăвса вĕлерĕп. Ме халлĕхе, асăнмалăх!..

Çапла пуян ывăлĕ чухăн хĕртен çупкă çисе курчĕ.

Чурăс кăмăллă та хăравçă чунлă йĕкĕт вăл, Васька. Оля халех шăхăрса Илюшăна йыхăрасран хăраса ӳкрĕ, тытăнчăк сасăпа йăпăлтатма тытăнчĕ:

— Эп мĕн… шӳтлесе каларăм вĕт, Олька. Эп… ырă кăмăлпа килнĕччĕ. Юрĕ, эппин…

Кăшт аяккалла пăрăнсан тин каллех хаяр сасăпа кăшкăрчĕ:

— Çăва патне, амашкă! Никам та сана качча илес çук. Хăвах ман пата чупса пырăн. Пăрахнă сана чăваш ачи. Асту ман сăмаха… Пĕр çыру та кĕтсе илейместĕн эс унран.

Хирти ĕçсем пуçлансан, ялта вăйă сасси илтĕнми пулчĕ. Оля та Тук хĕррине çӳреме пăрахрĕ. Час-часах хирте çĕр выртмалла пулать. Киле таврăннă хушăра та вăхăт чăлăм куç хупса илмелĕх кăна юлать.

Çăвĕпе савăнса, икĕ çын ĕçне туса ĕçлерĕ пирĕн хĕр. Анчах кĕр еннелле салхуланчĕ. «Рома, Рамаш», — тесе савăнатчĕ вăл. Халь, çав ята асăнсанах, хурланакан пулчĕ. Каччăран çыру илменни иккĕмĕш уйăх çине кайрĕ. Мана пуçларĕ-ши? Çук, манман. Шанать хĕр. Анчах мĕн чухлĕ шансан та, кичемлĕх чĕрене килсе хуплать-хуплатех.

Авăн çапса пĕтернĕ хыççăн ĕçрен кăшт канмалли вăхăт çитрĕ. Каçхине Оля каллех хăйĕн такăр сукмакĕпе Тук хĕррине кайса ларчĕ. Хăмăш кичем юрă юрлать. Шыв леш енчи вăрман хурланса кашлать. Сарă çулçăсем шыв урлă вĕçсе килсе ӳкеççĕ.. Вăрман кĕпи сарăха пуçланă. Шыв çийĕ вичкĕн çил вĕрнипе пĕркеленсе тăрать, вĕттĕн хумханкалать.

Хăй те сисмен çĕртен сасăпах юрласа ячĕ хĕр, малтанхи пек икĕ йĕрке хыççăн та чарăнса тăмарĕ:

Глаза, вы, карие, большие,

Зачем я полюбила вас?!

А вы изменчивые, злые,

Зачем страдаю я по вас…

Пĕркунхи пекех такам ун çывăхне пырса тăнине сисрĕ Оля: «Каллех Васька килчĕ-ши?!» Çав вăхăтра çынни ӳсĕрнĕ пек турĕ.

— Ял çине вăййа, савăк хĕрсем патне кайсам, Илюша, — ывăннă сасăпа каларĕ Оля, тăванне палланă хыççăн. — Тунсăх юррине итлесе тăма килĕшмест сана, Илюша.

— Чим-ха, ухмах, — тӳрменрех чĕлхепе шеллерĕ хĕре лешĕ. — Ахалех хăвна ху тарăхтарса ларан кунта. Рома санран сивĕннине ĕненместĕп эпĕ. Ман пата та çырма пăрахрĕ вĕт вăл. Сана пăшăрхантарас мар тенĕччĕ, каласах пуль, эппин. Пĕр ял çынни çак кунсенче Пасарлăяла кайса килчĕ. Халь кăна ун патĕнче пултăм эп. Еликов купсана пĕлет вăл, ун лавкки тĕлне те пĕлет. Анчах хупă, тет, лавкки. Алăкне çăрапа питĕрмен, хăма çапса хăварнă. Мĕне пĕлтерет-ши çак япала? Тен, Рома ялтан урăх çĕре ĕçлеме тухса кайнă?

Кăшт пуçне çĕклесе йăшăлтатрĕ Оля, çавăнтах çĕнĕрен халсăрланчĕ.

— Кайнă? Ну кайнă пултăр. Çыру яма юрамасть-и вара? Сан патна çырманни те паллă: пире пурне те маннă вăл.

— Итле-ха, Оля. Пĕр ырă хыпар калам сана. Пирĕн Коля куккаран çыру килчĕ. Тен, кĕçех хăй те килсе çитĕ: е курма пырăп, е савçимех таврăнăп тесе çырать, — хĕр хуйхине кăшт сĕвĕрĕлтерес шутпа суйрĕ Илюша. Коля куккăшĕн çырăвĕ чăнах та килнĕ, анчах яла халех килес пирки асăнман лешĕ.

Тепĕр чух пулнă пулсан, Оля, савăккăн сиксе тăрса, Илюшăна лăскама тытăнĕччĕ. Иккĕшĕн те амăшĕсен тăван шăллĕ вăл, дядя Коля, чи юратнă тăван кукка. Сиксе тăрасси пулаймарĕ, çапах хĕр шухăшĕсем тепĕр еннелле пăрăнчĕç:

— Кукка пирки большевик темерĕн-и эс пĕркун? Рамаш та хăйĕн ашшĕ пирки çапла каланăччĕ, хăй те большевик пуласшăн çунать. Çав сăмаха ăнланмастăп эп — те ырă, те усал сăмах. Пурпĕрех Рамаша шанатăп, усал шухăшлă çынсем енне туртăнас çук вăл. Чим-ха, тен, çавăн пирки çыру çӳретме юрамасть пуль унăн? Ашшĕ çинчен никама та каламарĕ вĕт — сана, мана тата Трашука çеç каларĕ.

Трашук ятне сăмах майăн çеç асăнчĕ Оля, çапах тепĕр самантран ура çине сиксе тăчех, йĕкĕте турткалама та пуçларĕ.

— Чăнах та ухмах мар-и? Трашук пĕрре те аса килмерĕ, йăлтах маннăччĕ эп ун пирки. Эсĕ те маннă çĕнĕ тусна. Атя, халех ун патне кайса килер. Тен, чăваш тусĕ патне çырать пуль вăл. Шыв урлă каçса Рамаш сукмакĕпе кайсан, инçех те мар вĕт, юнашарах.

Иĕкĕт хĕр пек хыпăнса ӳкмерĕ. Халь ĕнтĕ вăл хăй темшĕн тĕксĕмленсе кайрĕ.

— Ан турткалаш, ан васка, — терĕ Илюша, тем пирки тарăхса. — Трошăна манман эпĕ. Ялта çук-ха вăл. Хиртен таврăнмасăр таçта ĕçлет. Чим. Тата тепĕр кун тăхтаса пăх. Пĕр шухăш канăç памасть мана. Тен, Рома мар, тепри айăплă пуль. Тĕрĕслем эпĕ çак шухăша. Кайран калăп вара сана. Лешеккине танккама ан васка.

Оля кăмăлсăрланчĕ. Илюшăн «пĕр шухăшне» хăлхана чикмерĕ вăл. «Ан пырах. Сансăр та кайса килĕп. Трашук çук-тăк, амăшĕпе курса калаçăп. Халь мар ĕнтĕ, ыран ирхине», — шăппăн шухăшларĕ вăл.

… Çав вăхăтра Рамаш хăй те тунсăх юрри юрлать иккен. Оля пекех икĕ йĕркерен иртеймест, çапах юрри ун вĕçĕмсĕр, Ольăнни пек пат татăлмасть:

Разлука, ты, разлука,

Чужая сторона!

Никто нас не разлу… ка ты,

Разлука,

Чужая сторона!

Никто нас не разлу…

Çапла вĕçĕ-хĕррисĕр юрлани тунсăха сĕвĕрĕлтерсе ярать, шӳтлесе кăмăла уçма пулăшать. Анчах, мĕнле хăтлансан та, юрă сăмахĕсем савăках мар халĕ. Тĕле килеççĕ тата вĕсем. Савнипе паллă мар вăхăта уйрăлни сахал, таçта ют енне кĕтмен çĕртен кайса лекрĕ.

Чулçырмаран таврăнсан, Рамаш ĕçсĕр юлчĕ. Вăл хăнара çӳренĕ вăхăтра мăнтăр купса килĕнче темле пăтăрмах пулса тăнă. Ун çамрăк арăмĕ черкеспа пĕрле килтен тухса тарнă, тет. Кăшт тăрсан, Еликов хăй те çухалнă, таркăнсене йĕрлеме кайнă пуль терĕç.

Рамаш уншăн аптраса ӳкмерĕ. Ана çĕрме пуян Белобородов купсан управляющийĕ тара тытрĕ. Чаплă купса хăй Пасарлăялта мар, таçта Урал таврашĕнче, Стерлитамак хулинче пурăнать. Вăл тĕрлĕ енче, ялсенче, темиçе магазин тытса тăрать. Еликовăн йывăç лавккипе юнашар ларакан пысăк чул магазин çавăн ĕнтĕ. Хĕрлĕ тавар магазинĕ. Унта тăват-пилĕк прнказчик. Хуçа вырăнне — Пасарлăял çынни Николай Петрович Гурьянов, Мăрзабай евĕрлĕрех сарлака хура сухаллă та сумлă çын. Тĕп хуçана пасарлăялсем нихçан та курман. Ун сутуç ĕçне пĕтĕмпех Гурьянов туса тăрать, хушăран Стерлитамака тĕп хуçа патне кайса çӳрет.

Çав Гурьянов Таймансемшĕн ют çын мар. Вăл ĕлĕкрех Кирилл Морозпа туслă пулнă, ун урлă Рамаш ашшĕпе çывăх паллашнă. Паллашни мĕн, кумлашнă тата, Чаплă Шорник чаплă управляющин ачине, хреснашшĕ пулса, тене кĕртнĕ. Чăваш вĕçĕнчи шорникпа ахальтен мар хурăнташланнă Пасар вĕçĕнчи вырăс. «Кум патне» çӳресе Кирилл Морозпа вăрттăнрах курнăçма май тупнă вăл.

Ашшĕн кумĕ эсер пулнине тин пĕлчĕ Рамаш. Халь çав Гурьянов таврари эсерсен пуçлăхĕ иккен. Юлашки вăхăтра тата ăна чиркӳ старости туса хунă. Эсерсен хĕрлĕ ялавĕ ылтăн хĕресрен хăпасшăн мар çав.

Еликов укçапа илĕртрĕ Рамаша. Гурьянов вара куллен йӳнелсе пыракан укçаран хаклине сĕнчĕ: кашни уйăх пĕр пăт çăнăх, пĕр кĕрепенкке сахăр, икĕ кĕрепенкке тăвар, виçĕ кĕрепенкке краççын тӳлеме пулчĕ. Рамаш хăй хуçа патĕнчех тăранса пурăнать. Тата мĕн кирлĕ!

Икĕ хуçа Рамашăн. Пĕр хуçи пĕчĕк буржуй, тепри пысăк буржуй: кăнтăрла Белобородов магазинĕнче ĕçлет, ир-каç Гурьянов картишĕнче тертленет. Ашра çаплах чĕнет вăл икĕ хуçана, пĕрне Пĕчĕк буржуй, теприне Пысăк буржуй тет. Вирлĕ ятсене тупса хума фронтран таврăннă Клейменкин юлташ пулăшрĕ ăна.

Çуллахи хирти ĕçсем пуçланнă çĕре яла килсе çитрĕ çав фронтовик. Кунта та чăн-чăн большевик килсе тухни пĕтĕм яла пăлхатса ячĕ. Лавккаçăсен сăпса йăви тем пек сĕрле пуçларе. Большевик-антихрист пирки купсасем мĕн-мĕн сĕрленине шăппăн тăнлать Рамаш, хăй ытти приказчиксем палканă чух та шарламасть. «Курса калаçасчĕ çав большевикпа, тен, вăл ман аттене тĕл пулнă пуль», — шухăшлать йĕкĕт.

Пĕррехинче каçхине (пур ĕçрен те пушансан, вăййа тухма чармаççĕ ăна) Пасар вĕçĕнчи пĕр пĕчĕк урамра пурăнакан «антихриста» шыраса тупрĕ Рамаш. Çав каç хăйĕн пурнăçĕнче татăклă утăм турĕ те вăл. Тепĕр каç Клейменкин хушнипе вăрăм урам тăрăх Чăваш вĕçне çити хут çыпăçтарса тухрĕ. Шăматкун каç чиркӳ таврашĕнче пуху-митинг пулать, Клейменкин юлташ вăрçăпа мир пирки, çĕре хресчен аллине парас пирки, фронтри лару-тăру пирки калаçать, большевиксен программине ăнлантарса парать тесе çырнă унта. Рамаш хут çыпăçтарса тухнипе чарăнмарĕ, нумай киле кĕрсе мăннисене çеç мар, хăй пек йĕкĕтсене те пухăва пыма йыхăрчĕ.

Пухăвĕ шавлă пулса иртнĕ. Фронтовиксемпе лавккаçăсĕм кăшт кăна çухаваран тытăçса кайман'. Рамаш та юлташĕсемпе пырса итленĕ унта.

Çав пуху хыççăн тепĕр эрнерен Рамашăн шăпи сасартăк улшăнчĕ те. Пĕчĕк буржуй ăна магазина урăх ямарĕ. Хăй йĕкĕтпе сăпайлăн калаçрĕ:

— Эс, ача, большевик патне çӳре пуçларăн, теççĕ. Ана пуху пухма та пулăшнă иккен. Мĕн тăвас ĕнтĕ? Эс ху ним шухăшламасăр ачалла хăтланнă пуль-ха, анчах хăвăн çулна пӳлсе лартрăн. Халь сана пирĕн ялта пĕр хуçа та ĕçе илмĕ. Ман патра пурăнма та юрамасть… Аçу килте пулсан, эс çапла хăтланнăшăн хăлхаран пăрса ăс кĕртĕччĕ те, ĕçĕ те пĕтнĕччĕ. Аçу çук çав. Тек магазинра ĕçлеттерейместĕп сана, — çынсем умĕнче ырă мар. Çапах кум çемйине пăрахас килмест…

Хуçа Рамаша тинкерсе пăхрĕ. Лешĕ пуçне чиксе сăмах чĕнмесĕр тăрать. Хирĕç мĕн калăн?

— Кăмăлу пулсан, вăт мĕн тăвăпăр, — терĕ Гурьянов тинех. — Пирĕн тĕп хуçана сан нек йăрă та пушкăртла лайăх пĕлекен, приказчик пулма та, кучер пулма та пултаракан йĕкĕт кирлĕ. Эс ун патне Стерлитамака кайма килĕшсен, эп кунта çемйĕр валли хальччен мĕн панине кашни уйăхрах парса тăрăп. Шăллу пĕчĕк урапапа килсе илтĕр. Анчах асту: хăвна ху чипер тыткала унта. Кунти пек хăтлансан, ан ӳпкелеш вара. Пыр, килйышсемпе канаш туса кил. Килĕшетĕн пулсан, ыранах сана Белобородов патне ăсатăп.

Канаш тума Рамаш киле мар, Клейменкин патнех кайрĕ. Кăмăллă вырăс ун ашшĕне лайăх астăвать, анчах вăл большевик пулнине хальччен пĕлмеи. Кăяш Тимкки пирки лайăх пĕлет вара. Унпа хальтерех Оренбургра паллашнă вăл.

Клейменкин кăшт шухăшласа ларнă хыççăн çапла каларĕ:

— Кунта чăнах та лавккаçăсемпе куштансем çисе ярĕç сана. Эп хам кĕçех ялтан каятăп. Стерлитамака Пысăк буржуй патне каях пĕрех хут. Унта мĕн тумаллине хăвах курăн. Йывăр килсен, Шепелев юлташа шыраса туп. Авандеевпа пĕрле ссылкăра пулнă вăл. Еç тупма та, «тепĕр революци тума» та пулăшĕ саиа. Эп, Самара кайма май килсен, унта сан аçуна курма тăрăшăп.

Мăн юлташ сăмахне итлерĕ Рамаш. Ольăран тата çĕр çухрăм аяккалла тарма кичем те, мĕн тăвассу пур: «Юмахра та телей тăруках алла лекмест».

Çапла Рамаш Урал таврашне, пушкăрт хулине килсе лекрĕ. Хула. Темех мар. Пасарлăялăн Пасар вĕçĕ чăн та хуларан кая мар иккен. Белобородовăн унти магазинĕ тесен, — кунтинчен чаплăрах та.

Çĕнĕ приказчик-кучера магазинра ĕçлеттермеççĕ-ха. Хуçа майри питĕ кăмăлларĕ йĕкĕте. Ана хаçат-журнал е кулинари кĕнеки вулаттарать, картпа юмăç пăхтарать.

Тепĕр чух большевиксене вăрçса çĕтĕлме тытăнать, унтан, куçне вылятса:

— Эс ху большевик мар-и, Ромась? — тесе кулса ярать.

— Çук-ха, барыня, — кулать Рамаш та.

Час-часах ирхине вăл хĕрĕх витре кĕрекеи пичкепе, хула вĕçне кайса, çăл шывĕ тултарса килет. Çавăн чух йĕкĕт, тилхепе тытса пичке çине ларсанах, хăйĕн вĕçĕмсĕр юррине мăрăлтатма тытăнать.

Пысăк буржуйпа Пĕчĕк буржуй умĕнче айăпа кĕмен-ха Рамаш — халлĕхе çемьене пулăшать. Кайран мĕн пулĕ унта? Пулăшайми пулсан, мĕиле пурнайĕç-ши вара мĕскĕнсем? Çак хуйхă тытса тăрать çăв Рамаша. Çапах Шепелев юлташ патне каймасăр тӳсеймест ĕнтĕ вăл.

Тепĕр хуйхă та хăртать йĕкĕте. Темшĕн Оля та, Илюша та çырми пулчĕç. Трашукĕ те шарламасть. Татах та татах çырать Рамаш. Ответ çук.

Шӳтлесе мар, тарăхсах юрла пуçларĕ йĕкĕт тунсăх юррине:

Разлука, ты, разлука,

Чужая сторона…

Хăрах чĕресем

Çынсем авăн çапса пĕтернĕ. Пĕр анкартире çеç тăпачсем хĕрсе кайса янăраççĕ: тăппи-тап, тăппи-тап, тăппи-тăппи-тăппи-тăп… Юман тăпачсем, ташă кевви тапратса, хăйсемех йĕтем çинче ташлаççĕ.

Тăпачсене ташлаттараканнисем тăваттăн: пĕр арçын, виçĕ хĕрарăм. Икшерĕн, чалăш хĕреслĕ — хире-хирĕç тăрса тухнă. Хăйсем пĕр вырăнта тăмаççĕ: сулса çапнă майăн Пĕр малалла, пĕр каялла сулăнаççĕ, çав вăхăтра пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех малалла куçса пыраççĕ — темле ĕç ташши гашлаççĕ тейĕн. Арçын — малти мăшăрта, сарăм тулаш енче. Вăл, тăпачĕпе пуринчен хытăрах сулса, пĕрре çапнипех кĕлте çыххине салатса ярать, тепре çапса, ăна майлăрах çавăрса хурать. Хĕрарăмсем вара çав кĕлтене пĕр шеллемесĕр тĕшĕреççĕ, хĕрхенмесĕр пĕрин умĕнче тепри ăмăртса кӳпкеççĕ. Арçынни ватă, хĕрарăмсем çамрăк. Ватти час ывăнакан пулнă, пĕр сарăм тĕшĕрсе тухичченех «… ăшт… анам-ха» тесе канма кайса ларать. Хĕрарăмсем вара виççĕн юлсан та çапма чарăнмаççĕ, тăпачсен кĕвви çеç кăшт улшăнать: чăваш кĕвви вырăнне майра кĕвви евĕр илтĕнет.

Ĕлĕм-Чĕлĕм пĕр ыраш кананне кивве хăварас тенĕччĕ.

Кайран Шутласа пăхрĕ тĕ, Ывăлĕсем вăрçăран таврăнсан, тырă çуркуннеччен çитмĕ тесе хăрарĕ. Çанталăкĕ те ăнăçлă, уяр. Çавăнпа вĕсем ялта пуринчен кая юлса авăн çăпаççĕ.

Кĕтери час-часах Ермишке кинĕсемпе пĕрле ĕçлет. Виççĕш туслă вĕсем. Кĕçĕнни Праски ятлă. Вăл Кĕтери пек, урăхла каласан, çамрăк хĕр пек, çамрăк та шухă. Хăшпĕр чух хуняшшĕне те ташлаттарса илет. Хуняшшĕ ăна, ачасăрскер пăрахса ан кайтăр тесе, хăтăрма хăрать. Праски ытлашши шухăланма пуçласан, инкĕш çеç чаркалать ăна: «Ан иртĕн, Праски, чипер пул. Çынсем тем калĕç», — тет. Праски ихĕрсе кулать те тарăхнă сасăпах хуравлать: «Эх, инкеçĕм! Эсĕ хуть пурăнса курнă, упăшкуиа икĕ ача тунă. Мана ача тума та вăхăт памарĕç. Ача тăвас килет… » Инкĕшĕ кулса та, юнаса та пăхать: «Мирски Тимук ан илттĕр. Вăл ачасăррисене ача тума пулăшать, теççĕ». «Çук, уншăн ан хăра, — ихĕрет Праски. — Вăл енне кайсан, çамрăкраххине, хам кăмăлланине тупăп».

Ирхи апат хыççăн канмаççĕ çынсем. Анчах Ермишке мучи чĕлĕмне паклаттарса ларнă çĕртех çывăрса кайрĕ. «Эсĕ те кăшт кан, инке, — терĕ Праски, — эпир Кĕтерипе хура çырла татса килер».

Анкарти хыçĕнче Чулçырман вашăк çыранĕ пуçланать. Унта хура çырла тĕми нумай. Шăп хура çырла вăхăчĕ халь.

Кĕтери Праские акка тесе чĕнет: Праски акка тет. Ăнчах васкавçă хĕр çăварĕнче икĕ сăмах пĕрре пулса тухаççĕ: Праскакка. Çамрăк хĕрарăмсем вĕрлĕк урлă каçнă чух çул çинче тусан çĕкленчĕ. Пĕчĕк тусан. Тусанне те паллакан пулнă Кĕтери. Вăл чарăнса кĕтсе тăчĕ. Икĕ кустăрмаллă урапана палласан, ăна капансем хыçне пулса çухаличченех куçпа ăсатса ячĕ. Праски кулма пуçларĕ: «Сан каччу мар вăл, Кĕтери. Мирски Тимук хĕрсене юратмасть, тăлăх арăмсене анчах çупăрлать». Кĕтерие ун пек сăмахпа кăпăр-капăр аптратаймăн. Акă вăл хура куçне хĕссе илчĕ те çивĕч чĕлхипе: «Эс ăçтан пĕлетĕн вара? Сана та çупăрласа курман-и вăл?» — тесе тĕртсе те илчĕ.

— Ан çиллен, Кĕтери, — терĕ Праски, йăвашланса. — Эс камшăн тунсăхланине каламасăр та пĕлетĕп. «Акă Мăрзабай тарçи хиртен таврăнать. Трашук та паян таврăнмасть-ши?» — тесе шухăшларăн вĕт. Каччу — хирте çеç санăн. Ан кулян, хиртен кĕтни — вăрçăран кĕтни мар. Таврăнĕ-ха каччу…

— Ман каччă мар вăл. Эс ним те пĕлместĕн, Праскакка.

— Кам каччи вара? Трашук сана юратать пуль…

— Сарă сăран пушмака юратать вăл, — терĕ те Кĕтери çырла татма пĕшкĕнчĕ.

Трашукĕ чăнах та Кĕтерие аса та илмест иккен. «Ялта мана аннерен урăх никам та кĕтмест», — шухăшлать вăл, апăрша.

Çу каçа хĕвел хĕрхенмесĕр хĕртрĕ Трашук пуçне. Çумăр е сиввĕн лӳшкетрĕ, е ăшшăн çупăрларĕ унăн çанçурăмне, çапах йĕкĕт уншăн типсе те лармарĕ, ирĕлсе те каймарĕ. Çут тĕнчере пурăнма, хăйĕн телейĕшĕн кĕрешме ĕçре хĕрсе пиçрĕ. Утă çулчĕ, тырă вырчĕ, ыраш акрĕ. Халь каллех çĕртмере, акапуç хыççăн çӳрет. Авăн çапнă çĕре çеç лекеймерĕ Трашук.

Трашукăн пуçĕнче ĕнтĕ каччă шухăшĕ кăна мар. Нумай шухăшлать вăл. Рамаш килсе кайнă хыççăн пушшех шухăша каякан пулчĕ.

… Рамаш ашшĕ большевик. Ятрус учитель Кăяш Тимкки пирки те çапла каларĕ. Хăй те ырлать-шим большевиксене? Кăмăлне уççăнах налăртмарĕ, анчах: «Питĕ лайăх сăмах, питĕ хитре сăмах», — терĕ. Çав вăхăтрах: «Ман Белянкинсемпех айкашма тивет», — терĕ тата. Ун пек çынсен пуçĕсем те пăтранаççĕ иккен…

Мĕскĕн атте патшасăр пурнăçа курса юлаймарĕ. Мĕн калĕччĕ-ши хальхи самана пирки? Астăнпа айван çын марччĕ хăй. Рамаш ашшĕие юрататчĕ вăл. Ун пиччĕш пулса (пирĕн асаннесем пĕртăван), тепĕр чух ятласа та йлетчĕ ăна: ĕçке ернĕшĕн, лаша сутса граммофон туяннăшăн… Мăрзабайсене те хисеплетчĕ атте. Çимун пиччене уйрăмах юрататчĕ, ун ашшĕне час-часах аса илетчĕ. Ва-тăлмасăрах çĕре кĕчĕ вĕт. Вилĕмĕ мĕнрен килчĕ-ши? Тытамак чирĕ вĕрĕлнĕ терĕç. Те чăн, те суя. Эх, лаша пирки мĕн тĕрлĕ ĕмĕтленсе пурăнчĕ. Пулать те вĕт: лашана пулах пĕтрĕ вĕт хăй…

Унтан шухăш каллех Мăрзабай килне пырса тăрăнать.

Питĕ ăслă та сумлă çын, Павăл мучи, анчах юлашки Вăхăтра нумай ĕçе пуçланă. Чĕмсĕр Тимук пичче кунта кăмăшка вĕретсе яла леçсех тăрать. Хуçана юри ĕçтерме тăрăшат-ь мар-и? Мирски Тимук хăй халь сахал ĕçлекен йулчĕ. Аржанов именийĕ çывăхĕнче лартнă хирти пӳртре (пӳртне çавăншăнах лартнă тейĕн) пĕрмай кăмăшка вĕретсе айкашать, унтан яла кайса вăхăт ирттерет. Чăннипе эп Мăрзабайшăн кирлех те мар, çапах тара тытрĕ-ха. Мĕн тӳрĕпе? Кĕрӳ тăвап терĕ. Анчах самахне мана хама мар, Велянкина ӳçĕр пуçпа каларĕ. Пурпĕрех ун сăмахĕ асран каймасть.

Шухăшлать, çĕнĕрен те çĕнĕрен хавхаланать йĕкĕт, анчах хуçан аслă хĕрне темшĕн шута илмест вăл. Пуçра та çук çав Кулине.

Çыру килсен, Тимук пиччерен парса яма хушса хăварнăччĕ Трашук. Рамаш çырăвĕсем пулкаларĕç, тĕлĕнтеркелерĕç йĕкĕте. Таçта тĕнче хĕррине тухса кайнă хăй! Юлашки çырăвĕ хурлантарсах пăрахрĕ: «Ольăран çыру килми пулчĕ, — тесе çырать Рамаш. — Мĕн пулнă-ши? Мана манса каллех Фальшинпа çыхланман-ши вăл? Çук, апла шухăшлас килмест. Шанатăп эп ăна! Чирлесе ӳкмен-и? Пĕр-пĕр инкек пулман-и? Лешеккине кайса пĕлсем, тусăм. Хăвăртрах çырса пĕлтер. Илюша патне те çырса пăхрăм, унран та ответ пулмарĕ».

Хурланчĕ, çунчĕ, вĕтеленчĕ Трашук. Пĕртен-пĕр çывăх тус пур тĕнчере. Çавăн пĕчĕк ыйтăвне çырлахтарма та май çук. Çапла иккен тарçă пурнăçĕ. Пĕр кунлăха çеç ĕçрен хăтăлса яла кайса килесчĕ. Пукравччен шухăшламалли те çук. Шухăшласан та, усси сахал. Тарçăн шухăшĕ пуса чечек пек — çырласăр…

Анчах мĕскĕн тарçă пирки шухăшлакан çын та пур иккен тĕнчере.

Пĕррехинче, яла кайса килнĕ хыççăн, Тимук кичем сасăпа кăчăртатрĕ:

— Çимун салтакран килнĕ. Сана халех яла таврăнма хушрĕç.

Трашук хăй тем пек савăнса ӳкнине «тискер кайăк» умĕнче пĕртте палăртмарĕ, шăппăн мăшлатса, яла кайма хатĕрлене пуçларĕ. Хăйне хăй çапла тыткалама чĕмсĕр Тимукранах вĕренчĕ пуль.

Трашука астăвакансем, ăна тӳсеймесĕр кĕтекенсем пур-ха: Чулçырмара та, Лешеккинче те…

Çимунĕ тесен, вăл халь сурансенчен сывалса çитменнипе килте хăна пекех пурăнать-ха. Хушăран пĕчĕк ачипе йăпанать. Арăмĕ ĕçре, анчах каç пулсан, арăмĕ ĕçрен пушаннă вăхăтра та шăкăл калаçни çук вĕсен. Сисет-ши мĕскĕн Пăлаки упăшки ăна юратманнине? Çын çинче салхуланса, хурланса çӳремест вăл. Сăн-пичĕпе савăнăçлă çын пекех курăнать. Питçăмартисем хăйĕн хĕп-хĕрлĕ — юн пĕрĕхес пек. Çынпа калаçнă чух вăл сасăсăр кулнă пек туйăнать, анчах кулли унăн — айăплă çын кулли пек. Пăлаки савăннине те, хурланнине те сисеймĕн. Вăл çилленме те пĕлмест тейĕн — ялан пĕр тикĕс сасăпа калаçать.

«Мĕскĕн Пăлаки, — шухăшлать Çимун тепĕр чух, — чĕмсĕр тӳсетĕн эс хăвăн кичем шăпуна. Хам шăпа та санăнни пекех мар-и? Эпĕ те, эсĕ те айăплă мар уншăн. Пире паллаштармасăр пĕрлештерчĕç вĕт».

Çук, юратмасть Çимун мучăш тупса панă арăмне. Анчах шеллет. Хăйне тата ытларах шеллет. Тăван мучи, атте вырăнне пулнă çын, пурнăçа пăсса хуче. Инçе те мар, юханшыв урлă çеç, юратнă хĕр пурăнать. Çимун салтака кайнă чух качча тухманччĕ вăл. Салтаксене хулана ăсатас умĕн Нюра Куçминккана Çимуна курас тесе çуран пынăччĕ. Арăм пекех мăйран уртăнса макăрнăччĕ.

Тен, качча кайнă вăл халь? Кунта никамран ыйтса пĕлме çук. «Пĕр-пĕр вырăс килсе тухинччĕ хăть», — хурланса ларать паян Çимун Мăрзабайсен тĕп пӳртĕнче. Каç çывхарса килет. Килте Çимунран урăх никам та çук. Урамра та çын курăнмасть. Çакăн пек чух, урамалли кантăка уçса, чӳречерен пăхса ларма юратать салтак. Паян кунĕпех вăл Нюра çинчен шухăшлать. Виç-тăват çул каярах пулни-иртнисем аса килеççĕ. Вăрманта кăмпа татнă чух паллашнăччĕ вĕсем. Кайран Çимун кĕпер урлă Лешеккине çӳрерĕ. Нюра ăна ялтан тухса кĕтсе илетчĕ, унтан иккĕшĕ çынран пытанса пĕр-пĕр арпалăха кĕрсе ларатчĕç.

Ытла нумай шухăшланипе шухăшри сăн куçа курăнакан пулмарĕ-и? Урампа Чулçырма кĕперĕ енчен Нюра утса килнĕ пекех туйăнчĕ. Чăнах та, майра хĕрĕ çывхарса килет. Ак пĕр ачаран тем ыйтрĕ те каллех çывхара пуçларĕ. Çук, Нюра мар ку, урăххи.

Çимунпа танлашсан, майра хĕрĕ чарăнса тăчĕ. «Çак çалтакла тумланнă çын вырăсла пĕлет пуль, çавăнтан ыйтса пĕлес», — тенĕччĕ Оля (Çимуна тĕлĕнтернĕ майра хĕрĕ çав пулнă), анчах салтак хăй маларах сăмах хушрĕ:

— Эсир кама шыратăр, мана мар-и? — кулса ыйтрĕ вăл. Рамаш пекех «эсир» тесе калаçни Ольăна кăртах сиктерчĕ, савăнтарчĕ. Вăл вара çывăхарах пычĕ.

— Сирĕн кунта Трашук ятлă пĕр çамрăк яш пур. Çавна шыратăп.

Майра хĕрĕ чăваш пекех «Трашук» тени Çимуна тĕлĕнтерчĕ. Унăн пырĕнчи хĕлĕхсем халь ĕнтĕ пурте янăра яуçларĕç:

— Апла пулсан кĕрĕр кунта, эп çав Трашука кĕтсе ларатăп, — терĕ те Çимун крыльца çине чупса тухрĕ. Кĕтсе ларатăп тесе юриех суйса каларĕ — хĕр тепĕр еннелле пăрăнса каясран хăрарĕ.

Оля кун пек чаплă çуртра пулса курман. Фальшинсен пӳртĕнче пулнă вăл. Пӳрт пĕренисене тул енчен сăрланă пулсан та, шалта кунти пек таса та илемлĕ мар. Кунта тулти пӳрчĕ икĕ пӳлĕмлĕ, шалти пӳрчĕ виçĕ пӳлĕмлĕ.

Кĕтесре сарлака çӳлçăллă йывăç ӳсет. Стенасем, тăм пӳртри пек, тип-тикĕс. Пĕр енче тĕрлĕ ӳкерчĕксем çакăнса тăраççĕ. Сĕтелĕ çаврашка. Хыçлă тенкелĕсем те çаврашка, ларма ăнăçлă. «Кам патне килсе кетĕм-ха? Трашук çакăнта пурăнать-ши?» — шухăшларĕ Оля. Анчах Çимун хĕре нумай шухăшлаттармарĕ, калаçтарма тытăнчĕ.

— Эпĕ Семен Тимофеевич Николаев пулатăп. Вырăссем пире Мурзабайкинсем теççĕ. Эсир мĕн ятлă, кам таврашĕсем?

Оля та хăйĕн ятне каларĕ.

Мĕн тӳрĕпе Трашука шыраса килни çинчен ыйтсан, Оля труках хăйĕн хуйхи-суйхи пирки калама именчĕ. Хĕр хĕрелсе ӳкнине курсан, Çимун тавçăра пуçларĕ.

— Эсир Трашукпа иаллашнăшăн савăнатăп, — терĕ вăл. — Пит лайăх ача. Мучи патĕнче тарçăра ĕçлет пулсан та, маншăн тус вăл. Пирĕн хушăмăрта секретсем çук. Куратăп, эсир тин паллашнă çынпа калаçма именетĕр. Хам сире пример кăтартса парам. Малтанах сиртен ыйтмалли пур-ха. Эсир Федунова Нюрăна пĕлетĕр-и? Çав мĕнле пурăнать? Качча кайнă-и, кайман-и?

Çимун çакна ыйтнă чух çапах та пăлханчĕ, кăшт хĕрелчĕ те. Ольăн юратупа çунакан чĕри ăна тӳрех сисрĕ. Вара хĕр Нюра пирки хăй мĕн пĕлнине каласа пачĕ. Качча кайман, хулара пурăнать тенине илтсен, салтакăн куçĕсем тата хытăрах ялтăра пуçларĕç.

Кампа та пулин Нюра пирки калаçас килнипе антăхса пурăнакан Çимуншăн Оля пĕлĕт парни пекех туйăнчĕ. Пырĕнчи кĕсле хĕлĕхĕсене тĕрлĕ сасăпа янăратса, юмах янă пек каласа ларчĕ. Çимун пулни-иртнисем çинчен асăнчĕ. Пулайманни пирки макăрас пек ӳкĕнчĕ, иртейменни пирки çамрăк каччă пекех ĕмĕтленчĕ.

Оля та вара мĕн тӳрĕпе Трашука шыраса килни çинчен ним пытармасăр каласа пачĕ. Халиччен курман-палламан çын уншăн тăван пек туйăнчĕ.

— Эп хамăн çамрăк тусшăн, тăлăх Трашукшăн, савăннăччĕ. Анчах чĕрине ман пекех Сухоречкăра хăваракан каччă урăххи пулнă иккен. Астăватăп Тайман Сахарĕн аслă ывăлне. Ялтан кайнă чух вăл пĕр вуннăра-вунпĕрте пулнă. Шухă ачаччĕ. Халь каччă пуль çав ĕнтĕ. Ан пăшăрханăр, Оля, çакăн пек хитре хĕре юратнă каччă теприне нихçан та юратмĕ.

Кун пек чух юратакан хăрах чунсемшĕн хăйсем хушшинче калаçнинчен хакли ним те çук. Кăмăл уçса калаçма вĕсене ним те чарса тăмарĕ: тĕрлĕ арлăх та, çулсем тан марри те,

Трашука паян кетмелли çук иккен. Килсен — ыран е виçмине килмелле. Çапах ырă çынпа паллашнăшăн ӳкĕнмерĕ Оля. Тата тепĕр лайăх чăвашпа, хитре чăвашпа, паллашрĕ вăл. Тен, Ольăн хăйĕн те чăваш хушшинче пурăнмалла пулĕ.

Чаплă йывăç çуртра пулнă хыççăн çĕр чавса тунă пĕчĕк пӳртре те пулса курчĕ паян тунсăхпа касăлакан хĕр.

«Ай, турăçăм, ак ăçта пурăнать иккен пирĕн Трашук! — шухăшларĕ Оля, çĕр пусмапа путвала аннă пек аннă чух — Пирĕн енче çĕрпӳрт мар, хура пӳрт те çук».

Алăк уçса, çĕр айĕнчи тĕттĕме чăмрĕ Оля. Алăка çурăмпа тĕрелесе кăшт тăнă хыççăн тин пӳрт ăшĕ куçа курăна пуçларĕ. Пĕртен-пĕр чӳречи мунча тĕннинчен пысăках мар.

Сăпани килтеччĕ. Майра хĕрĕ килсе кĕнине курсан, тĕлĕнсе хытсах кайрĕ вăл, сăмах чĕнейми пулчĕ. Чĕнес тесен те, вырăсла пĕлмест. Майра хĕрĕ те салам сăмахĕсем каланă хыççăн чĕмсĕрленчĕ. Хăйсем те чухăн пурăнаççĕ, анчах кун пек чухăнлăха вăл нихçан та курман. Хурланнипе унăн кăмăлĕ тăвăна пуçларĕ. Кăмака çинче карчăк ахлатнине илтсен, Оля кăмака çумне пырса сĕвенчĕ те макăрса ячĕ. Сăпани пăлханса-хăраса ӳкрĕ. Ак тамаша! Мĕн пулнă-ши ку майрана? Мĕн тӳрĕпе кунта макăрма килнĕ вăл? Сăпани куçĕ тĕттĕмре пурăнса хăнăхнă — хĕр куççульне лайăх курать. Анчах чĕри ĕмĕр чухăнлăхра пурăнса хытса кайнă — Ольăн чунне мĕн ыраттарнине курмасть. Кăшт лăплансан, Оля пуçне çĕклерĕ, куççульне шăлса йăл кулчĕ. Сăпанишĕн пӳрте хĕвел çути кĕнĕ пекех туйăнчĕ.

Оля Рамашран вĕреннĕ сăмахсене манман, анчах вырăнлă пулмĕç тесе чăвашла калаçма хăрарĕ. Вырăслах каларĕ. Сăпани кăшт ăнланкалать. «Письмо» сăмаха вăрçă вăхăтĕнче пурте ăнланакан пулнă. «Тражук», «Рамаш», «письмо» сăмахсене майра хĕрĕ çине-çине каланăран тавçăра пуçларĕ хĕрарăм: «Письмо пур, пур, — терĕ. — Рамаш письмо пур, Трашук поле пашул». Оля мĕн кирлине ăнланчĕ.

Майрă хĕрĕ, Чулçырма кĕперĕ урлă каçса, каçа хирĕç вăрмана кайнине куракансем чылайччен тĕлĕнсе тăчĕç. «Рамаш сукмакĕпе» çӳресе курман çав вĕсем.

Илюша ăна шыв хĕрринче кĕтсе илчĕ. Оля хăй мĕн курни-илтнине хăвăрт каласа пачĕ.

— Рома манман, — терĕ вара Илюша. — Халь сана калам ĕнтĕ. Акă мĕнле шухăш килсе кĕчĕ ман пуçа. Пирĕн уксах почтальон шанчăклă çын мар: ĕçме юратать. Çавна Васька ĕçтерсе сан патна е ман пата килекен çырусене илсе тăрать пуль. Эп кайса уксах Афонька чунне силлем-ха. Тунмĕ!

— Ан хăтлан, — терĕ Оля. — Малтан Трашука кĕтсе илер. Вăл ыран-паян килсе çитмелле. Тен, кăлăхах çынна кӳрентерĕн.

Илюша килĕшнĕ пек пулчĕ.

Трашук яла тепĕр кун каçпа таврăнчĕ. Хĕвелпе пиçнĕ, тусан айне пулнă сарă каччă халь хуралса кайнă. Никам та ан куртăр тесе, вăл Мăрзабай картине хыçалти хапхаран килсе кĕчĕ. Лаша тăварса тĕрмешнипе хăй никама та асăрхаймарĕ. Хыçалти картана тата пĕр чĕрĕ чун пырса кĕнĕ иккен. Асăрханă пулсан, лаша тăварайми вăйсăрланĕччĕ.

Наçтук ытахальтен çеç: «Трашук мучи, эс чикан пек хуралса кайнă, кайса сик часрах шыва», — тесе сăмах хушасшăнччĕ. Анчах тем чарса тăчĕ ăна. Трашук ĕçре епле йăрă иккен! Çук, куншăн та мар чарăнса тăчĕ хĕр. Пĕркун килсе кайнă Леонида астутарчĕ ăна мĕскĕн каччă. Чăнах çавăн евĕрĕ пур. Кăшт çӳллĕрех çеç. Çӳллĕрех пулни пăсмасть, каччăшăн вăл тата лайăхрах. Наçтукшăн Трашука паян тин курнă пек туйăнчĕ. Именчĕ. Каччă асархиччен вара вăл, сас-чĕв ан пултăр тесе, шăппăн ярса пусса, хыçалти картаран тухса кайрĕ. Трашук хĕвел çути пĕр самантлăха ун еннелле ăшăтса пăхнине курмасăр-сисмесĕрех юлчĕ. Малашне çавăн пек телейлĕ самант пулĕ-ши уншăн? Çав шухăш та каччă пуçне килсе кĕме пултарайман. Шел. Тен, иккĕшин те шăписем урăхла пулма пултарĕччĕç.

Трашук мунчара е çырмара çăвăниччен Çимуна курма каяс мар терĕ, килне васкарĕ. Килте амăшĕ ăна ĕнер Оля килсе кайни çинчен каласа тĕлĕнтерчĕ. Хĕр, Рамаш пекех, çыру килменнипе тарăхать иккен. «Часрах кайса лăплантарас Ольăна!»

Çимун килнĕренпе икĕ эрне иртнĕ. Тискер Тимук пĕрре те асăнмарĕ ун пирки. Пулать те çын!

Çимун пиччене курса ĕлкĕрĕп-ха терĕ те Трашук мунча кĕтмесĕрех, шыва кĕмесĕрех кĕске çулпа, Рамаш сукмакĕпе, Лешеккине чупрĕ. Хăйĕн чĕри те хăрах, теприсен хăть хăрах ан пулччăр терĕ пуль телейсĕр каччă.

Хăйă çутипе

Кĕрхи каç вĕçĕмсĕр вăрăм. Кăçал вăл тата вăрăмрах пек туйăнать. Чӳречесем лампа çутипе çуталми пулчĕç. Хăйă çутипе нумаях ĕçлесе лараймăн. Хĕрарăмсем каçранах çывăрма выртаççĕ — краççын пĕтнĕренпе кĕрхи каç пир тĕртми, тĕрĕ тĕрлеми пулчĕç.

Хĕрупраç парăнмарĕ. Улах чӳречисенче авалхи çутă мĕлтлетет — хăйă çути. Анчах улахра та халь тĕрĕ тĕрлемеççĕ. Кĕнчеле арлаççĕ те алса-чăлха çыхаççĕ улахри хĕрсем. Каччăсем вара краççын пĕтнĕшĕн пачах кулянмарĕç, кулянма мар, савăнчĕç — тĕттĕмрех чух хăюллăрах вĕсем…

Пĕлтĕрсенче салтака лекмен мăн арçынсем лампа çутипе юмах итлесе ларма çӳретчĕç. Халĕ те çав йăлана пăрахман вĕсем. Малтикассем Шатра Микка юмахне, тăвайккисем Курпун Лявук юмахне итлеме çӳреççĕ. Арçын улахĕнче лампа та çутмаççĕ, хăйă та çунтармаççĕ халь. Тĕтĕм-сĕрĕм, пурте табак туртнăран, хăйăсăр та самаях чыхăнтарать. Юмах-сăмахĕ вăл тĕттĕмре те лайăх илтĕнет.

Анчах тĕттĕмре çынçем харсăрлаичĕç. Юмахçăсене пӳлекенсем, шавлакансем тупăнчĕç. Елĕкрех пулсан, ватăраххисем юмах итлеме чăрмантаракан пуçтахсене хăтăрса пăрахĕччĕç. Халĕ шарлама мар, хăйсем те хăюллисен сăмахне хăлха тăратса тăнлама хатĕр. Чăнах та, кăçал ытларах çĕнĕ халапçăсем сăмахлаççĕ: курма килнĕ фронтовиксем е вăрçăран ĕмĕрлĕхе хăтăлнă уксах-чăлахсем. Пăтранчăк самана пирки тĕлĕнмелле хыпарсем калаççĕ вĕсем. Юмахçă пек пĕр тикĕс лăпкăн юхтармаççĕ сăмаха, кăшкăрашса калаççĕ, хăйсем хушшинче хирĕçсе, вăрçса каяççĕ.

Самана сывлăшĕ тĕттĕм чăваш ялне те килсе çапрĕ. Тĕнчери лару-тăру пирки ниçта тухса çӳремен мăк сухалсем те интересленекен пулчĕç. Вĕсене те малашлăх хумхатать. Анчах малашне мĕн пулассине пĕлсе калаçакансем çук çав.

Мăрзабай Çимунĕ ыттисенчен тулăклăрах калама пултарĕччĕ. Вăл та темшĕн шарламасть. Пĕлнĕ-пĕлмен лапăртатма юратмасть пуль. Тепĕр сăлтав та пур ĕнтĕ: унăн халлĕхе урăх хуйхă-суйхă. Трашук хиртен таврăннăранпа Çимун, Мăрзабай килĕнчен уйрăлса, çĕнĕ çĕре куçса ларма пикенчĕ.

Кĕçех ялта «пĕлсе» калаçакансем те тупăнчĕç.

Икĕ салтак Мăрзабай Çимунĕ пекех салтакран яланлăха таврăннă. Анчах пĕри чулçырмасем мар — самлейсем. Тата салтак та мар иккен вăл. Ун пирки çынсем кайран тин пĕлчĕç. Малтанах ăна салтак тесех йышăнчĕç. Темшĕн вăл тăван яла кайман. Чулçырмана мăнаккăш патне килнĕ. Салтакăн хушамачĕ питĕ чаплă: Медведев. Çапах ăна хушаматпа чĕнмеççĕ, Летчик-Микка тесе чĕнеççĕ.

Летчик пулма аэропланпа вĕçсе курман-ха вăл. Çынсем Медведева летчик тесен те, вăл хăйне хăй матрос тет. Чăнахах та карттусĕ унăн сăмсасăр, хура пиншакĕ çутă тӳмеллĕ, хура йĕм пĕççисем майра юбки пек шалпар. Яш-така хитре каччă тейĕн хăйне. Сухалне-уссине иĕрмаях хырса тăнăран çап-çара тути-янаххи авланман каччăнни пекех çамрăклатать ăна. Хăй калама çук вĕçкĕн. Улаха çӳресе хĕрсем çумне йăишăна пуçларĕ. Хĕрсемех ăна Летчик тесе ят пачĕç. Улталаймарĕ вĕсене Микка, эп авланман, каччă пуçăк вăрçа кайрăм тесе. Таçтан пĕлнĕ хĕрупраçĕ. «Микка арăмĕ амашкаланса ача тунă, çавăнпа та вăл яла таврăнасшăн мар», — тесе калаçа пуçларĕç.

Чулçырмара Миккан мăнаккăшĕнчен пуçне те хурăнташсем тупăнчĕç, ăна хăнана чĕнсе хăна турĕç, çавна май вăрçă хыпарĕсене лайăхрах пĕлме тăрăшрĕç. Летчик суйса калаçнине сисекенсемех пулмарĕç. Аслăраххисем сиснĕ пулсан та шарламарĕç.

Ермишке мучи те Самлей чăвашне чĕнсе хăна тăвасшăн пулчĕ. Елĕм-Чĕлĕм кинĕсене курсан, Летчик савăнса кайрĕ. Хитре те уçă кăмăллă арăмсем. Кĕçĕнни çамрăк, çитменнине — Самлей хĕрĕ тата. Хĕр чух Миккапа та çӳресе курнă. Старик эп сан… укку пулатăп тесе чул çапса чĕлĕмри табакне сирпĕтсе ларнă хушăра Летчик куçĕсем Праски чĕрине сисмесĕрех вут тивертме пикенчĕç. Çамрăк хĕрарăмăн выçăхнă чĕрине тивертме пĕр хĕлхем те çителĕклĕ, Микка куçĕнче — пин хĕлхем. Ватти чĕлĕмне тепре тултарса тивертичченех кĕçĕн кинĕн чĕри ялкăша пуçларĕ.

Хуняшшĕ паян кинĕсене: «Тухăр тулти пӳрте, эсир… айран чей ĕçĕр», — тесе каламарĕ. Вăл салтак пурнăçĕ пирки, вăрçă хăçан пĕтесси пирки хăнине калаçтарасшăн пулчĕ. Кĕçĕн ывăлĕнчен çыру илменни нумай пулать. Çавăншăн хытă пăшăрханать старик. Микка нумай калаçать, анчах тулăксăр. Çавна сисеймерĕ Ермишке мучи хăйĕн хуйхине кура.

Хуняшшĕ хăйсене тулти пӳрте тухма хушманшăп савăнса, Праски сĕтел хушшине хăпăл-хапăлах кĕрсе ларчĕ, Миккапа юнашарах пулчĕ. Инкĕш тулти пӳртре икерчĕ пĕçернипе сĕтел хушшине ларма ерçмерĕ. Праски çума ларнă хыççăн Микка сăмахĕсем пушшех тулăксăрланчĕç:

— Пирĕн флот пек хăватли тĕнчере те çук, — сӳпĕлтетрĕ вăл. — Кронштадтра тупă пени Берлина илтĕнет. Нимĕç патши хăрать пиртен. Вăл Кайзер ятлă. Микулай патша матроссенчен хăраса шыва сикрĕ, хăй ише пĕлмест, кăравул кăшкăрса ячĕ. Гриша Распутин ăна шывран туртса кăларчĕ те: «Эп сана хăтартăм, эс мана хăтар туппир», — терĕ. Вĕсем иккĕшĕ те вара Англи патшин карапĕ çине ларса тарчĕç.

Ермишке мучишĕн патшисем, распутинсем мурне кайса кĕччĕр, вăл ывăлĕсен шăпине пĕлесшĕн тĕпчет салтака.

— Ман кĕçĕнни, Кĕркури, Румыни çĕршывĕнче çапăçатчĕ. Виç-тăват уйăх ĕнтĕ çыру килменни. Унта ĕçсем мĕнле пыраççĕ? Çавна пĕлес килет.

— Румынире? — тем пĕлекен çын пек сăмаха тăсса каларĕ Летчик-Микка. — Унта нимĕç çарĕсем пирĕн çара пĕтĕмпех аркатса тăкнă. Флотсăр çапăçаймаççĕ пирĕннисем. Тинĕс çук унта — Румынире. Çавăнпа эпир вĕсене çăлма пыраймарăмăр.

Çав вăхăтра паттăр салтак-матрос çумра тачă ларакан Праски урине хĕсрĕ. Праскин, салтак сăмахĕсене илтсен, макăрмаллаччĕ, вăл макăрас вырăнне куçне ялтăртаттарса салтак куçĕнчен йăпăрт пăхса илчĕ. Леш вара çамрăк хĕрарăма чавсаран ачашласа чĕпĕтрĕ те пушшех çатăлтата пуçларĕ.

Ермишке мучи, хурлăхлă хыпар илтсен, пуçне усса ларчĕ. Анчах, кăшт ларсан, тавçăрса илчĕ:

— Кĕркури тинĕс пирки те асăннăччĕ пĕр çырăвĕнче. Хура тинĕспе карап çине ларса кайрăмăр тесе çырнă пек астăвап, — терĕ вăл,

— Хура тинĕс Турци çĕршывĕнче вăл, Румыни çывăхĕнче мар, — касса татрĕ хăйне хăй матрос текен Микка.

Хăна сĕтел хушшинчен тухнă чух Праски вĕçкĕн салтака тепĕр хут куçпа çунтарса илчĕ те, купарчине пăркаласа, пӳртрен тухса кайрĕ. Ермишке старик хăнине ăсатма тухмарĕ, ахлатса çĕнĕрен чĕлĕм тултара пуçларĕ. Хăна тухса кайнă хыççăн Ĕлĕм-Чĕлĕмĕн аслă кинĕ Хĕвекле тулти пӳртре тем пăшăрханнă пек пулса юлчĕ. Пĕчĕк хапха чĕриклетни илтĕнмерĕ. Вара Хĕвекле те тула тухрĕ. Тăм кĕлет алăкĕ уçă, килкартинче никам та курăнмасть. Хĕле кĕричченех çак кĕлетре çывăраççĕ Ĕлĕм-Чĕлĕм кинĕсем. «Ку салтакпа Праски иккĕшĕ те кĕлете кĕрсе кайман-ши?» — хыпăнса ӳкрĕ асли. Алăк натне асăрханса çывхарчĕ. Праски ихĕлтетни илтĕнет! Çавăнтах арçын сасси те пур. Акă кĕлет алăкĕ хупăнчĕ. Хĕвекле хăй намăс ĕç тунă пек хĕремесленсе кайрĕ.

«Праски вăхăчĕ çитрĕ-шим? Ах, намăс кăтартать пире ку Самлей хĕрĕ. Каччи те самлейсем. Каччă! Чху!» — лач сурчĕ те Хĕвекле ним тума аптранипе Кĕтери патне чупрĕ. Кĕтери килтех пулчĕ. Хĕвекле инкен пăтранчăк та пăлханчăк сăмахĕсене хăвăрт ăнкарчĕ çивĕч ăслă хĕр. «Мĕн пулать те мĕн килет… Ĕлĕм мучин килне намăсран çăлар эппин», — терĕ те хĕр çатан шăтăкĕ витĕр кӳршĕсен килкартине чăмрĕ.

Хĕвекле, васкамасăр Кĕтерисен вĕрлĕк хапхинчен тухса, хăйсен хăма хапхи патне çывхарчĕ. Çав вăхăтра кĕçĕн хапха шаклатса уçăлчĕ. Летчик-Микка хапхаран сиксе тухрĕ те кĕпер урлă чупнă пек васкаса каçса кайрĕ.

Хĕвекле ĕçсем çапла хăвăрт пулса иртнинчен тĕлĕнсе ӳкрĕ. «Ай, Кĕтери! Кам сана качча илсе ырă курĕ-ши?» — терĕ вăл, савăнса.

Праски хăй вырăнĕ çинче ӳпне çаврăнса выртнă. Кĕтери ун умĕнче сăмах чĕнмесĕр тăрать. Инкĕшĕ пырса кĕрсен, Праски пуçне çĕклерĕ те: «Тухса кайăр иксĕр те, мана пĕчченех хăварăр!» — тесе кăшкăрчĕ, вара минтерне çыртса ĕсĕклесе макăрса ячĕ. Хĕвеклепе Кĕтери ерипен кĕлетрен тухрĕç, кĕлет алăкне хупса хăварчĕç.

— Епле çак çăхана çав тери хăвăрт хăваласа яма пултартăн эсĕ, Кĕтери? — ыйтрĕ Хĕвекле.

— Суеçĕ çынна суйса çеç çĕнтерме пулать, — терĕ Кĕтери, кулса. — Вăлсалтак та мар вĕт, матрос та мар. Самар хулинче пĕр лавккаçă патĕнче ĕçленĕ вăл. Курпун пиччĕшĕн хучĕсене кăтартса, вăрçăран хăтăлса юлнă… Матрос тумне таçтан тупнă тата. Сутăн илнĕ пуль…

— Çапах та мĕнле сăмах каларăн эс ăна?

— Пиччӳ сана шыраса килнĕ, чуп часрах Каçăр Натали патне, çавăнта кĕтсе ларать терĕм.

— Ма Натали патне ăсатас терĕн вара ăна?

— Тăлăх хĕрарăм. Упăшки виçĕм çулах вăрçăра вилнĕ. Хĕрсене, арлă арăмсене пырса тапăниччен Каçăр Натали пуçне çавăртăр терĕм. Наталякка ахалех кăларса ямасть ăна. Асту ман сăмаха: киле кĕртет вăл ку вĕçкĕн Летчика. Вĕçкĕнлĕхрен урăх ним те çук унăн, çемçешке кăмăллă çын. Çирĕп хĕрарăм аллине лексен, вĕçерĕнеймест вăл.

Кĕтери сăмахĕсем часах чăна тухрĕç. Кĕçех ялта Летчик-Микка Каçăр Натали патне киле кĕнĕ тесе калаçа пуçларĕç…

Яланлăха таврăннă тепĕр салтакĕ — чăнахах салтак. Ана ялта Виçĕ Якур тесе чĕнеççĕ. Егоров Егор Егорович. ятлă вăл. Ят пама юратакан Чулçырма чăвашĕсемшĕм Виçĕ Якур пулчĕ те вара. Унăн ашшĕ-амăшĕ те, пиччĕшпе шăллĕ те — лутра çынсем. Ку такама кайса хывнă. Тăванĕсем хушшинче ĕне кĕтĕвĕнче çӳрекен тĕве пек курăнать. Кĕлеткепе те, кăмăлĕпе те шултра çын. Сăмси вăрăм та хулăн, сасси хулăн та хаяр. Вăл кампа та пулин ахаль калаçнă чух та ятлаçнă пек туйăнать. Чăрсăр çын. Унăн тути кулма пĕлмест, куçĕнче çутă хĕлхемсем ялкăшмаççĕ. Унăн тĕксĕм те хаяр куçĕсем çын куçĕнчен пăхмаççĕ. Пăхманни те лайăх: ăнсăртран пăхсан, çынна сивĕтсе, хăратса пăрахаççĕ.

Çак Виçĕ Якур чулçырмасенчен хăйне хăй «эпĕ большевик» текенни пирвайхи çын. пулчĕ. Большевик сăмахран ял çыннисене сивĕнтерес тесен, урăх ним те кирлĕ мар çав ĕнтĕ! «Нивушлĕ большевиксем пурте Виçĕ Якур пек тăхлан куçлă-çынсем?» — тесе калаçа пуçларĕç ялта.

Ял старости халĕ те Фальшин шутланать. Виçĕ Якур патша вăхăтĕнчи старостăна пăхăнас мар терĕ. Урамра вылякан ачасене чĕнсе илчĕ те вăл килĕрен чупса халăха пухăва чĕнме хушрĕ. Вунă-вуникĕ çулхи ачасем вунă минут хушшинче яла урлă та пирлĕ чупса тухрĕç. Кашни чӳречерен шаккаса кăшкăрчĕç: «Пурте Виçĕ Якур патне халех пухăва пырăр! Виçĕ Якур халăха вăрçă çинчен сăмах калать!» Ун пек калама хушманччĕ Якур вĕсене, «вăрçă çинчен» тесе ачисем хăйсемех хушса хунă.

Халăх пухăнсан, Виçĕ Якур чăнахах сăмах каларĕ. Сăмахĕ çапла пулчĕ:

— Революци пулнăранпа сакăр уйăх çитсе пырать. Эсир çавах та патша чухнехи пекех хăраса пурăнатăр. Тĕрлĕ Фальшинсен влаçне пăхăнма кирлĕ мар. Халăх хăйне хăй хуçа пултăр. Кашни çын хăйне хăй власть, хуçа. Большевиксем çапла вĕрентеççĕ. Эпĕ те — большевик. Итлĕр ман сăмаха. Чăваш йăваш тени ан пултăр урăх. Пилĕк çухрăмра — Киселев улпут именийĕ, сакăр çухрăмра — Хăмăшлăра — Аржанов улпут именийĕ. Халăх юнне ĕçсе пурăннă улпутсене сирпĕтетпĕр. Вĕсем хăйсем таçта иртĕхсе пурăнаççĕ, кунта вĕсен управляющийĕсем анчах. Атьăр, пĕтĕм ялпа кайса, Киселев именине çаратар. Пушкăртсем пире кĕтсе тăмĕç. Вĕсенчен маларах ĕлкĕрес пулать. Вăл пурлăха Киселев хăй ĕçлесе туман. Пирĕн пурлăх вăл, халăх пурлăхĕ. Никамран хăраса тăмалли те çук халь. Эпĕ хам сире ертсе кайăп. Кам та кам пире хирĕç тăрса чăрмантарать пулсан, ак çакна кăтартăпăр вĕсене…

Çапла каланă хыççăн Виçĕ Якур сулахай аллипе винтовка çĕклерĕ, сылтăм аллипе пĕр пĕчĕк тукмак пек тимĕр япала йăтса силлерĕ. Çав вăхăтрах Летчик-Микка сасси илтĕнчĕ: «Тĕрĕс калать Егор Егорович. Мĕн хăраса тăмалла!». Анчах пухăва пынă халăх хăраса ӳкрĕ. Такам, хыçалта тăраканни, вара: «Вăрçă хăçан пĕтет? Эс, иçмасса, çавна каласа пар-ха пире», — терĕ.

— Каларăм вĕт сире хамăра хамăр власть тесе. Тата сире мĕн кирлĕ? — кăшкăрчĕ Виçĕ Якур.

Пухăва Мăрзабай Çимунĕ те пынăччĕ. Кăшт итлесе тăнă хыççăн вăл лăпкă сасăпа, юнашар тăракансем çеç илтмелле:

— Пустуя лăпăртатать. Итлемелли те çук. Гранатăпа такама хăратасшăн тата. Каяр-ха луччă килелле, — терĕ.

Çимун кайнă хыççăн унпа юнашар тăраканнисем те тухса утрĕç. Халăх Якура хирĕç те, майлă та сăмах чĕнмесĕрех салана пуçларĕ. Анчах Виçĕ Якурăн сăмахĕсене хăлхана чикнисем те тупăнчĕç. Хаяр Макар, Смоляков, Пуян Танюш тата вĕсем пекех çăткăн кăмăллăрах çынсем оратор тавра кĕпĕрленчĕç. Летчик-Микка та кунтах ташласа тăрать. Мăрзабай Павăлĕ хăй пухăва килмен, Мирски Тимука кайса итлеме хушнă. Тимук та юлчĕ.

Мăрзабай Çимунĕ халь мучăшĕнчен уйрăлнă ĕнтĕ. Ялта куçса ларма вырăн çукпа пĕрех. Тĕреклĕрех пурăнакан çынсем тырă кĕлечĕсене, пушартан сыхланса, сăрт çине кайса лартнă. Пĕр кĕтӳ кĕлет сăрт айккипе кĕпĕрленсе ларать. Çимун çав кĕлетсемпе Чулçырма çыранĕ хушшинчи пушă вырăна хăйĕн пӳртне куçарса лартнă. Кансĕр вырăн. Шыв ăсма чăнкă çыран айне анас пулать. Çапах та этем, тăрăшсан, пурнăçри кансĕрлĕхсене çĕнтерме пĕлет çав. Çыран айккипе çĕр чава-чава картлашкаллă сĕвек çул турĕç Çимунпа Трашук, Чулçырма шывĕ хĕрринчех алтса çăл кăларчĕç. Халь çав сĕвек çулпа хул урлă кĕвенте çакса икĕ витре таса та тутлă шыв йăтса хăпарма ним те мар.

Кĕрхи кун кĕске пулсан та, çурт-йĕр çавăрас тĕлĕшрен кирлĕрех ĕçсене хĕле кĕриччен туса ĕлкĕрчĕ Çимун. Ниме те тумалла пулчĕ, Çимунпа Трашук хăйсем те тар кăларса ĕçлерĕç. Трашук в. алли те пĕр йывăç кĕлетрен пӳрт туса лартрĕç. Урайпа маччине сарса, тăррине витсе ĕлкĕрчĕç. Чӳречесем касса лартмалли тата кăмака купаламалли кăна юлчĕ. Кĕленче тупăнманнипе ку ĕçсене çуркуннене хăвармалла пулчĕ.

Трашук халь Çимун патĕнчех пурăнать.

Арлă çамрăк арçынпа йĕкĕт хушшинчи туслăх тата хытăрах çирĕпленчĕ. Пĕрне-пĕри шанса, чĕре уçса калаçакан пулчĕç вĕсем. Рамаш çырăвĕсене пĕрле вуласа тĕлĕнеççĕ. Лешĕ юлашки çырăвĕнче: «Белобородов купса патĕнчен тартăм ĕнтĕ, большевиксен комитечĕ хушнипе сăран тăвакан заводра ĕçлетĕп. Тăван яла пырăттăм та — халлĕхе кунтан кайма юрамасть. Тепĕр революци тума хатĕрленетпĕр», — тесе çырнă.

— Сан Рамашна курасчĕ, — кĕвиклетет Çимун, — калаçасчĕ унпа. Çыр, часрах килтĕр кунта. Оля пирки тĕртсе хур, хĕрӳ сана ĕмĕр кĕтсе лараймĕ, каллех Васька енне туртăнма пултарать тесе çыр.

— Ерçеймест пуль çав, — тет Трашук, ассăн сывласа. — Тепĕр революци тума хатĕрленетпĕр тесе çырать вĕт, ăнланмарăн-им?

— Анланмарăм çав, — айвана перет Çимун. — Мĕнле тепĕр революци пултăр тата?

— Эп ăçтан пĕлем? Ав, Рамаш пĕлет. Вăл хăй те ашшĕ пек большевик пулнă ĕнтĕ…

Ывăнса çитнĕ Пăлаки çĕнĕ кăмака çинче çывăрса кайсан, икĕ тус, шăкăл-шăкăл калаçса е кĕнеке вуласа, кĕрхи каçа кĕскетме тăрăшаççĕ. Халлĕхе Павăл мучи уйрăлнă чух ярса панă краççын пур-ха. Малашне валли вĕсен те хăйă хатĕрлеме тивет.

Çимун хушасса кĕтмесĕрех, Трашук, лаша кӳлсе, пĕр лав чельник касса килчĕ. Сарă чечеклĕ, вĕтĕ пăрçаллă хăвана кунти чăвашсем чельник теççĕ. Çав чельнике сĕвелесе, пуртăпа е пысăк мăлатукпа çапса мунчалалантарсан, унтан ăна лайăхрах типĕтсен, пит лайăх хăйă пулать. Ун пек хăйă чĕлсе тунинчен нумай ытларах çутă парать. Трашук чельник сĕвелесе хăйă тума пикенчĕ.

— Ытларах хăйă хатĕрле, улах хĕрĕсем валли те çителĕклĕ пултăр, — терĕ Çимун.

Пĕр каç Çимун Трашука ирĕксĕрех улаха хăваласа ячĕ.

— Кай, кай. Каччă вĕт эсĕ. Капла хăраххăн ватăлса ларăн. Саншăн çунакан хĕрсем пур унта. Пĕр çыхă хăйă илсе кай. Кун пек хăйăшăн чуптăвĕç сана, — терĕ вăл, кулкаласа.

Хул айне хăйă çыххи хĕстерсе, тĕттĕм урама тухрĕ Трашук. «Хăш улаха каяс? — кăшт шухăшласа тăчĕ хăй. — Альтук акка патне каяс. Унта Кĕтерисем улах лараççĕ. Наçтук улах лармасть, анчах çав улаха Кĕтери патне пырса çӳрекелет, теççĕ».

— Пăхăр-ха, пирĕн пата тепĕр хăйăллă каччă килчĕ. Сан хăййу лайăхрах, Трашук. Кил, сана уншăн чуптăвам, — терĕ пĕри, Трашук пырса кĕрсснех.

— Асту, эс ăна чуптусан, тухса тарĕ тата, — ахăлтатрĕ Кĕтери.

Зар Ехим хăйчикки умĕнче пуленкерен чĕлсе тунă хăйă çунтарса ларатчĕ. Хăййи юлхавлăн çунать, йăсăрланать, хушăран сӳнсе ларма пăхать.

— Зан хăййу лайăхрах, хăвах зюнтар эппин, — терĕ те Зар Ехим хăйчикки умĕнчен пăрăнчĕ. Кĕтери çумне пырса ларчĕ.

Хĕрсем хăшĕ арламалли урапапа, хăшĕ йĕкепе арлаççĕ, хăшĕ чăлха-алса çыхаççĕ.

Кĕтери туринче — йĕтĕн сӳс. Кăлкан пек, Трашук çӳçĕ пек шурă. Пӳрнипе йĕпетсе, сӳсне туртса пĕтĕрсе ларнă çĕрте Трашук еннелле пăха-пăха илет Кĕтери. «Эх, йĕтĕн çӳç, кăвак куç! Хăçан аташма пăрахăн-ши? Хăçан мана пĕрре те пулин куçран пăхăн-ши?» — шухăшлать вăл. Анчах шухăшне нимпе те палăртмасть.

Зар Ехим тĕк ларакан каччă мар. Алли унăн ларнă çĕртех Кĕтери пилĕкне çавăрса илет. Кĕтерийĕ хĕрлемес каччине пĕчĕк турапа çамкаран çатлаттарать. Хĕрсем кулаççĕ. Трашук та кулать. Анчах акă кĕтмен çĕртен алăк уçăлчĕ те, вăл шартах сикрĕ, аллисем чĕтре пуçларĕç. Алăкран Наçтук килсе кĕчĕ.

— Эс, Трашук, авалхи жрецсем пек, улах вуттине сыхлатăн иккен, — терĕ Наçтук, хăй вĕреннине кăтартса. Трашук хуравлама сăмах тупаймарĕ. Çунса пĕте пуçланă хăййи унăн чĕтрекен аллинчен тухса ӳкрĕ те сӳнсе ларчĕ. Хĕрсем çухăрчĕç. Кĕтери хăй çумĕнчи каччине питрен çупса илни илтĕнчĕ.

— Ан çыпçăн, хĕрлĕ куршанак, — терĕ вăл çупнă майăн. Унтан тата çиллемесрех кăшкăрчĕ: — Çут часрах хăййуна, Трашук. Эх, ĕне пăрушĕ, хăйă çунтарма та пултараймастăн!..

Хĕрсем кулса ячĕç. Наçтук та кулать. Зар Ехим тем нăйкăшать. Трашук кулмарĕ. Тĕттĕмре алăк шаплатса хупăнни илтĕнчĕ. Тахăш ахлатрĕ, тахăш вăрçса мăкăртатрĕ. Трашук илтмерĕ улахри сасăсене, вăл, пӳрт умĕнче темĕскере çапăнса, картишĕнче тĕмескерен такăнса, урама чупса тухрĕ, Наçтук умĕнче çав тери намăс кăтартрĕ ăна качака таки! «Çимун пичче хăй çӳретĕр улаха, — ăшра тусне те çилленсе çĕтĕлчĕ вăл. — Çывăрма та килех каяс… »

Тăвăр хушлăх тĕлне çитсен, каялла çаврăнса пăхрĕ йĕкĕт. Сĕм-тĕттĕмре пĕр тĕлте хăйă çути курăнса кайрĕ.

— Çунтарăр ман хăййа, жрицăсем, весталккăсем! Мана урăх кĕтсе илеймĕр, — кĕрхи тĕттĕмре çухаласран е урайне ӳкернĕ хăйă евĕрлĕ сӳнсс ларасран хăранă пек сасăпах мăкăртатрĕ Наçтукран кая мар вĕреннĕ мĕскĕн каччă.

Загрузка...