II. Совет влаçĕшĕн

Çĕнĕ самана хыпарĕ

Çĕнĕ самана хыпарĕ Каменка ялне те çитрĕ-çитрех. Темле васкамасăр, тавра çулсемпе килчĕ вăл.

Николай Васильевич Радаев — хайхи Илюшăпа Ольăн куккăшĕ, яла таврăнсан, килйышсемпе тăванĕсене çеç мар, кӳршĕ-аршăсене те чун кĕртсе савăнтарчĕ.

Яла çитнĕ пĕртен-пĕр чăн-чăн большевик Виçĕ Якур пек пуху пухса кăшкăрашмарĕ. Вăл ял çыннисене тимлĕн сăнарĕ, кашнинпех ăшшăн калаçса, ун шухăш-кăмăлне пĕлме тăрăшрĕ. Çĕнĕ самана пуçлансан, кам мĕне юрăхлă пулĕ-ши? Радаев чăваш енне те каçса курасшăн, унти фронтовиксемпе паллашасшăн пулчĕ.

Ку ĕçре ăна кĕтмен çĕртен аккăшĕн хĕрĕ пулăшрĕ. Большевик-куккăшне ытла та евĕклĕ кĕтсе илчĕ Оля. Ыттисенчен вăргтăн калаçса, уйрăмах туслашрĕç вĕсем. Оля хăйĕн каччи пирки те куккăшне пĕтĕмпех каласа пачĕ. Лешĕ Самарта Рамаш ашшĕне тĕл пулнă иккен. Ольăшăн ку тепĕр савăнăç пулчĕ. Сăмах май Оля Трашук пирки тата кăмăллă, «культурăллă» калаçакан чăваш салтак пирки асăнчĕ.

Чăваш енче Радаев малтан Смоляковпа калаçрĕ, паллах, хăйĕн большевик кăмăлне палăртмасăр, кăшт хурăн-таш тивекен лавккаçăпа вашкăртса сăмахларĕ. Юлашкинчен тин «культурăллă салтак» патне çул тытрĕ.

Çак вăхăтра Çимунпа Трашук чăнкă çыран айĕнче çăл пури туса айкашатчĕç. Мăрзабай Çимунĕпе Николай Радаев пĕрне-пĕри паллакан çынсем пек алă парса салам-ларĕç. Ольăн большевик-куккăшĕ çинчен илтессе Çимун Трашукран лешĕ яла таврăничченех илтнĕччĕ те кунта килессе кĕтменччĕ ăна. Евĕклĕ калаçу пуçлама вĕсене Трашук сăмах чĕнмесĕрех пулăшрĕ:

— Эс, йĕкĕт, хайхи Трашук пултăн пуль-ха? — терĕ вырăс, ăна та алă парса. — Сан ятна Илюшăпа Оля пĕрмаях асăнаççĕ. Салам калама хушрĕç. Ма ху пырса курмастăн?

Нимĕн те чĕнеймен йĕкĕт вырăнне Çимун хуравларĕ:

— Ерĕçеймерĕмĕр çав, Николай Васильич. Шуйттан чурисем пек тар юхтарса ĕçлетпĕр. Ĕçрен кăшт пушансанах каçăпăр-ха Трашукпа сирĕн енне. Вырăс хĕрĕсен улахĕнче чăваш хăййине çунтарма пырăпăр, — Çимун, питçăмартине мăкăртса, кăвакарчăн сассиие кулса ячĕ.

— Сан ĕлĕкхи вăрттăн ĕçӳсем пирки эпĕ те илтнĕччĕ, — терĕ вырăс та, кулнă май пӳрнипе юнаса, — текех унта сана кĕтсе ларакан хĕр çук. Хӳреллĕ каччăсене йышăнмастпăр эпир.

— Хӳре терĕн-и? Чармасть вăл мана. Улаха кĕнĕ чух алăкпа хĕстеретĕп те, калта хӳри пек татăлса та юлать.

— Пирĕн хĕрсем сан пек арлă йĕкĕтсене йĕкепе чикеççĕ, турчăкапа хăвалаççĕ улахран, — каллех кулса ячĕ Радаев. — Хӳрине кайран калтанни пек çĕнĕрен ӳстересшĕн-и эс? Мучунтан хăрамастăн-и? Е халăх сăмахĕнчен, е турăран? Турра çапах та ĕненетĕн пуль-ха?

— Ан хăрат мана, Николай Васильич. Халь свобода. Патша та çук, турă та çук. Мучирен те тартăм эп, — шӳтлет Çимун, çав вăхăтрах хăй: «Эс манпа шăл йĕрсе калаçма килмен пуль-ха, — тесе шухăшлать. — Кала ĕнтĕ хăвăн сăмахна».

Радаев, ун шухăшне илтнĕ пек, ăна алăран çаклатрĕ те:

— Эс, Трашук, кăшт кан-ха. Атту ĕçлеттерсе чунна кăларĕ старшина таврашĕ, — терĕ. Пĕр-ик утăм аяккалла утсан, Çимуна урăх сасăпа каларĕ: — Свобода тетĕн-и? Çавăн пирки калаçма килтĕм те сан патна.

«Акă ĕнтĕ, мана та килсе хупăрларĕ, — терĕ хăй ăшĕнче Çимун. — Çапла çав. Саманаран кăмака çинче пытанса лараймăн. Тĕлĕнмелле. Ку вырăс чăваш енчи ĕçсем пирки манран та лайăх пĕлет… »

— Пирĕн енче те пĕр большевик тупăнчĕ-ха. Пуху пирки илтнĕ-тĕк, ун ятне те пĕлетĕн пуль? Мыскара вĕт, — илтĕнет Çимун сасси.

— Пĕлмесĕр! — тет Радаев. — Мыскара çеç пулсан пырĕччĕ: Хăрушă çын… мĕнлеччĕ-ха, виçĕ хут Егор теттĕрччĕăна? Большевик мар вăл. Анархист теççĕ ун пек çынсене.

Трашук тепĕр еннелле çаврăнса ларчĕ: «Итлесе ларать тесе ан калăр». Лешсем çывăхрах калаçса тăраççĕ.

— Анланса çитейместĕп сана, Семен Тимофеич, — тет вырăс. — Кам эс? Большевик мар, меньшевик мар, эсер, анархист, максималист мар. Кам вара? Шухăшлакан çын-çке эс. Анланасса пĕтĕмпех ăнланатăн та… аяккалла пăрăнса юласшăн пуль. Пӳрте те улах вырăна лартатăн, ав. Асту: пӳртӳ улах та çӳллĕ вырăнта ларать. Чӳречерен пăхсан, пĕтĕм ял — чаваш енĕ те, вырăс енĕ те — ал тупанĕ çинчи пек курăнать.

— Чим-ха, ытла ан васкат мана, Николаи Васильич, —

хуравлать чăваш. — Мĕнле калас… сочувствующи эпĕ, вăл енне кайсан. Пуринчен ытла большевиксене ырлатăп, анчах вĕсем, власть илсен те, ăна нумаях тытса тăраймĕç тетĕп.

— Уншăн та тавтапуç, — терĕ вырăс — Паян шансах каймастăн, ыран самани хăех шантарĕ. Нумай кĕтмелле пулмĕ. Тен, паян-ыран улшăну хыпарĕ килсе те çитĕ. Халлĕхе çав… виçĕ хут Егор мĕн хăтланнине сăна. Улпут име-нине çаратма чухăнсене мар, кулаксене ертсе кайĕ вăл. Систер вара мана, ав, çамрăк тусна чуптар пирĕн енне, — унтан йĕкĕт çинелле пăхрĕ: — Эсĕ те, Трашук, сочувствую-щи-и е хăвăн катари тусу пек большевик пулса çитнĕ-и?

— Илюшăна большевик туса çитертĕн пулсан, эпĕ те хатĕр вара, — хăюланчĕ Трашук.

— Илюшăна-и?! — терĕ те вырăс сасартăк мăн сасăпа аелати пек ахăрса кулса ячĕ. — Илюшăна-и! — терĕ вăл каллех, кулма чарăнсан. — Виçĕ хут Егор хăраххи вăл, сан Илюшу. Кăштах вĕрентсе илме лекрĕ ăна анархистла хăтланнăшăн. Пирĕн уксах почтальона хĕнесĕ тăкнă вăл, унтан хăех Афонькăна самогон ĕçтернĕ. Хĕнессе: «Ку сана пирĕн çырусене Васька аллине парса тăнăшăн», — тесе хĕненĕ, ĕçтерессе: «Тек апла ан хăтлан. Хăтлансан, тепринче хĕнесех вĕлереп сана», — тесе ĕçтернĕ. Анархист мар-и? Капла эс нихçан та большевик пулаймастăн терĕм эпĕ ăна. Лешĕ, чăнах та, киревсĕр хăтланнă ĕнтĕ, чышкăпа суд тума юрамасть…

Вырăс чăвашсемпе курса паллашнăшăн сапăрланни ун ялтăракан куçпуçĕнченех палăрать. Çимун чăнах та савăнтарчĕ ăна: васкаса нимех те шантармарĕ, хăй çавах, кирлĕ пулсан, мĕн тумаллине тума хатĕр пек.

Виçĕ Якур пирки Радаев мĕн тӳрĕпе пăшăрханнине Çимӳн лайăх ăнланчĕ:

— Пĕчĕк хурахсем пысăк хурах чукмарне вăрласшăн-и вара? — терĕ вăл кулса лăпланнă хыççăн. — Пысăк хурахне çĕнтереймен-ха эпир. Помещик пурлăхне халăхшăн упрас пирки вĕтеленме иртерех мар-и?

— Ир мар! — терĕ Радаев çирĕп сасăпа. — Ыран-паян çенĕ самана пуçланатех. Тен, пуçланнă та пуль, хыпарĕ çес пирĕн пата çитеймен-тĕр. Вăл хыпара чарса тăракансем тупăнĕç — кĕпĕрнере те, уесра та, Куçминккара та.

— Питĕ хайлăллă çын эс, большевик юлташ. Ытлашши самахламасăрах ман иек айван-тăмпая ăс кĕртме пĕлетĕн. Большевиксем, власть илсен, халăх пурлăхне тустарма мар, упрама, хуçал.ăха ӳстерме тăрăшĕç тетĕн-и? Эсир çав тери перекетлĕ çынсем пулсан, мана мар, Мăрзабай мучине те большевик туса хурăр, — кĕвиклетрĕ Çимун.

— Мурзабайкин ытла хулăнрах çав, йĕп çăрти витĕр тирĕнеймĕ, — каллех ахăрчĕ вырăс. — Сан пирки иккĕленместĕп вара. Эс çурри ытла пирĕн ĕнтĕ…

Трашук вырăспа чăвашăн юлашки сăмахĕсене ăнланса илеймерĕ. Çапах Ольăи куккăшĕ Çимун пиччĕшпе туслашнăшăн хытă савăнчĕ вăл.

Çĕнĕ самана хыпарне Чулçырмара пуринчен малтан никам та мар, Трашук пĕлчĕ. Радаев килсе кайнă хыççăнах вăл Рамашран çыру илчĕ.

«Савнă тусăм Трашук! — çырать Рамаш. — Савăнăçлă хыпарсем сирĕн пата та çитрĕç пуль. Çитмен пулсан, пĕлтерем: Российăра çĕнĕ самана пуçланчĕ, халь власть рабочисемпе хресченсен аллине куçрĕ. Çĕнĕ правительство Совнарком ятлă. Ленин юлташ — Совнарком председателĕ. Эпир те кунта уес совнаркомĕ турăмăр. Тата Совет влаçне хӳтĕлеме Хĕрлĕ гварди организацилерĕмĕр. Эпĕ пуринчен малтан çырăнтăм. Шепелев юлташ (халь вăл пирĕн совнарком председателĕ) мана, эпĕ темиçе чĕлхе пĕлнĕрен, тăлмач пулăн терĕ, совнарком тăлмачĕ. Тата машина çӳретме вĕрентесшĕн вăл мана, шофер тăвасшăн».

Юлашкинчен Рамаш çапла çырнă:

«Халĕ пушшех ерçейместĕп, Трашук. Сирĕн пата Совет влаçĕ татăклă çирĕпленсе çитсен тин пыма пултарăп: Çĕнĕ çула е çăварни тĕлне. Вăл манран хамран килмест ĕнтĕ. Кун пирки Ольăна каламасан та пырĕ. Çырăва Илюшăна çеç кăтарт, ыттисене сăмахпа каласа пар. Сирĕн унта мĕнле? Совнарком тунă-и? Хĕрлĕ гварди организациленĕ-и? Пĕтĕмпех йĕркипе çырса пĕлтер».

Рамаш çырăвне Трашук чăн малтан Çимуна вулаттарчĕ. Лешĕ çыру вуланă хыççăн кăмăлсăрланса шухăша кайрĕ, унтан сасартăк Радаевпа хăйĕн мучăшне вăрçса тăкрĕ.

— Тĕлĕнмелле мар-и! — терĕ вăл вăрçса ăшне кантарнă хыççăн. — Болыневиксем влаçа хăйсен аллине илнĕренпе вунă кун иртнĕ. Эпир пĕлмесĕр пурăнатпăр. Пытарнă вĕт Радаев пиртен ку хыпара, мучи те манран пытарнă. Енер кăна вăл Куçминккана кайса килчĕ. Унта хыпар пĕлмен мар ĕнтĕ. Ним те шарламарĕ, эсрел. Лешсем те, кусем те мана шанмаççĕ пулать. Çав кирлĕ те сана! Ни шурă, ни хура. Тен, капла лайăхрах та-и, Трашук? Эс кун пирки мĕн шухăшлатăн?

Трашукĕ Çимунăн юлашки сăмахĕсене ăнланайманнипе ним чĕнме пĕлмесĕр куçне чылайччен мăчлаттарса тăчĕ:

— Е Радаев ун чух хăй те пĕлмен-и?

Хальхинче Трашук хĕрсех хуравларĕ:

— Пĕлмен, пĕлмен! Тупата туршăн ним те пĕлмен вăл.

Çимунăн питçăмартийĕсем кулăшла мăкăрăлчĕç.

— Эх, сăваплă чун, ахалех тупа тăватăн вĕт. Лешекки вырăсĕ мĕн пĕлнипе мĕн пĕлменнине ăçтан чухлатăн эсĕ? Юрĕ. Чуп-ха, эппин, Лешеккине. Радаева тупса, Рамаш çырăвне вулаттар. Вара вăл мĕн пĕлнипе мĕн пĕлменнине курăпăр. Эпĕ мучи патне кайса килем. Унпа пĕрле кăмăл туртман кăмăшкана кăшт сыпсан, чĕлхине вĕçерĕ-ха.

Мăрзабай хыпар пĕлме çеç мар, хаçатсем те илсе килнĕ Куçминккаран. Мир пирки тата çĕр пирки декретсем пичетленĕ унта. Хаçачĕсем сĕтел çинче выртаççĕ, хай сĕтел хушшинче урă пуçпа шухăша кайса ларать: «Власть кам аллине лекрĕ ĕнтĕ? Ульянов-Ленинран пуçне, пурте палламан ятсем, çĕнĕ ятсем. Керенскисем, Милюковсем, Авксентьевсем çук унта… Кусем мĕнле çынсем-ши? Хăш çулпа уттарасшăн-ши иирĕн мĕскĕн Раççейăмăра?

Декречĕсем лайăх ĕнтĕ: хресченсене çĕр кирлех, мирĕ пурне те кирлĕ. Лайăххи лайăх та… чĕре темшĕн вырăнта мар. Ахалех каламарăм çĕркаç Çимуна. Вăл большевиксем пирки нумай пĕлет. «Сана тĕкĕнмĕç вĕсем», — терĕ пĕркун. Тĕкĕнмĕç, кĕтсех тăр! Чим-ха, ма мана тĕкĕнмелле вĕсем? Эпĕ никама та усал туман… Эсерсем епле килĕшнĕ тата большевиксемпе? Сулахаййисем тенĕ, Эх, килĕшӳ, килĕшӳ! Килĕшӳ çукки хăртать çав. Патшалăхра мар, пĕр çемьере те килĕшӳ çук. Çимун большевиксене ырлать, Назар ун пеккисене пуçхĕрлĕ çакма хатĕр… Эх, Назар, Назар. Аçта-ши эс халь? Генералусене хупнă терĕç. Ху ăçта, мĕн туса çӳретĕн-ши? Е пуçтах пуçна çухатрăн-и?! Çухатман пулсан, халĕ мĕн шухăшлатăн? Большевиксене çакас, перес тетĕн-и?. Перекеннисем кунта та тупăнĕç-ха. Тен, тин пĕрне-пĕри пеме тытăнĕç. Çук, лăпкă пурнăç пуласси пĕтрĕ. Тата пысăкрах пăлхавсем, юнлă пăлхавсем пуçланса кайĕç. Çимун каларăшле, большевиксем халăха нумай юн тăктарĕç. Ав Белянкинĕ те… »

Çав вăхăтра Çимун сыпма ĕлкĕреймен мучăш патне пырса кĕчĕ. Мăрзабай хаçатсене пытарма туртăнчĕ те ĕлкĕрейменнипе хăех кулса ячĕ:

— Эп ют çын пуль тесе… Хам сана кĕтсе лараттăм. Çеркаç ывăнса çитнипе санпа калаçаймарăм. Ме, вула ĕнтĕ. Вула та хăвăн шухăшна кала. Елĕкрех большевиксем власть илсен те усси пулас çук тесе калаçрăн. Халь мĕнле шухăшлатăн?

Çимун савăнчĕ. Паян старшина пытанмасть унран. Йĕрĕнчĕк кăмăшкана сыпма та кирлĕ пулмарĕ. Вăл хаçат вуланă вăхăтра Мăрзабай хăйĕн шухăшне сасăпах вĕçне çитерчĕ:

— Белянкин тĕлĕнтерчĕ мана. Халь вăл большевиксене хирĕç мар иккен. «Эпир Совет влаçĕшĕн сасăларăмăр, анчах правительствăна кĕме килĕшмерĕмĕр», — тет. Мĕне пĕлтерет вара вăл, сасăлани? «Пирĕн хамăрăн та Совет пур, хресчен Совечĕ», — тет тата. Икĕ власть пулать-и вара? Сан большевикусене пĕлместĕп те, Белянкинсем еннелле те кăмăл туртмасть манăн…

Çимун та, мучăшĕ пекех, шухăша кайрĕ. Иккĕшĕ те пуласлăх пирки пăшăрханчĕç вĕсем. Анчах пăшăрханăвĕ иккĕшĕн пĕр пулмарĕ. Ваттине юнлă пăлхавсем пуçланасси пăлхантарчĕ. Çамрăкки, çĕнĕ влаçа ырă сунса, ун тĕреклĕхĕшĕн пăшăрханчĕ.

Мăрзабай, канăçлăх шыраса, эрехне черккесене тултарчĕ.

— Атя, эппин, çĕнĕ влаеть сывлăхĕшĕн сыпар, — шӳтлесерех сĕнчĕ вăл Çимуна.

Лешĕ те шӳтпех тавăрчĕ:

— Власть сывлăхĕшĕн сыпсан, вара уншăн çапăçмалла та пулать. Эпĕ вăрçа та, ĕçке те юрăхсăр çын вĕт.

— Каях эппин, урă пуçпа çын сыпнине пăхса ан лар. Çĕнĕ хыпарсем пулсан, эсĕ те мана систер, — текелесе ăсатса ячĕ мучăш Çимуна.

Трашук Лешеккинче Радаева тупайман, лешĕ хуларан темле хут илнĕ те ялтан васкаса тухса кайнă. Илюшăна çапла каласа хăварнă: «Ырă хыпар, Илюша, кĕтнĕ хыпар! Эп таврăнмасан, чăваш енчи туссем пирки ан ман. Çемен Мурзабайкинпа паллаш. Трашук ун патĕнче пурăнать. Шанчăклă çын. Кала ăна, леш виçĕ хут Егорсене хы-тă сăнатăр».

— Шанать иккен, — хĕпĕртерĕ Çимун Лешекки хыпарĕсене пĕлнĕ хыççăн. — Сăнасси сăнăпăр-ха. Унтан мĕн тăвăпăр çав çăткăнсемпе? Эпир санпа Совет влаçĕ марçке. Хĕрлĕ гварди те мар…

Çимун Хĕрлĕ гварди пирки асăнни Трашука Лешеккинчи тăвлашăва астутарчĕ. Вырăс ачисем Рамашăн юлашки сăмахĕсем пирки тавлашса кайрĕç. Вăл: «Сирĕн унта мĕнле?» — тенине Илюша ытла тӳррĕн ăнланнă. «Каменкăра та совнарком тата Хĕрлĕ гварди тумалла», — тет. Спирка урăхла шутлать: «Ял пирки мар, уес е кĕпĕрне пирки ыйтса çырнă вăл», — тет. Анчах хĕрĕнчĕк Илюшăна тăруках ӳкĕте кĕртеймен. Вăл Тук икĕ енĕпе те Хĕрлĕ гвардие юрăхлă йĕкĕтсене пӳрне хуçса шутла пуçларе. Оля та хай сăмахне каларĕ вара: «Эс, Илюша, тен, тĕрес шутлатан пуль пурпĕрех кукка киличчен нимĕскер те ан хăтланăр. Ача вăййи мар вăл. Эсĕ те, Трашук, кун пирки Семен Тимофеичпа калаçса пăх», — терĕ.

Трашук çакăн пирки каласа кăтартсан, Çимун ана телĕнтерсе пăрахрĕ.

Майра хĕре терес калать, Радаева кетесех пулать.

Анчах вăл яла таврăнмасан, мĕн тăвăпăр? Чугунов чăнах та хĕрсе кайса хăтланать, çапах… Çапах, ача, шанчăклă йĕкĕтсем пире те пулăшма пултарĕччĕç. Пирĕн енче шан-чăклисем пур-ши?

— Пур, пур! — кăшкăрчĕ тин тавçăрса илнĕ Трашук. — Хветюк Летчик йыснăшне сăнама пултарать, Яхруш — Виçĕ Якура, Унтри — Пуян Танюша. Шанчăклă йĕкĕтсем. Вырăс ачисемпе вĕсене те паллаштарса хăварчĕ Рамаш. Сăнаса, лешсем хăçаи мĕн тума хатĕрленнине пире систерĕç.

Çимун, мучăш патне тепре кайса кăшт сыпкаланă пулсан, хăех çăткăнсен шухăшне пĕлнĕ пулĕччĕ.

Çимунпа Трашук канаш тытнă вăхăтра пĕччен ĕçсе ларакан Мăрзабай патне Мирски Тимук пырса кĕчĕ:

— Пал Лексейчă, сана пĕр сăмах калама юрать-и? — терĕ вăл кĕрсенех.

Хуçа, тĕлĕнсе, Тимука куçран тĕллерĕ: «Мĕн пулчĕ-ши ку чĕмсĕр тукмака? Сăмах каласшăн. Ялан Павăл пичче тесе чĕнетчĕ, халь ют çын пек Пал Лексейчă тет. Ухмаха ернĕ вăл».

— Икĕ сăмах кала, Тимохвей Емельянчă, поминальника çырса хурăп, — тăрăхларĕ Мăрзабай та «ухмаха ернĕ» тарçинчен.

— Шӳтлĕ сăмах мар, Пал Лексейчă. Еç пирки калаçасшăн эпĕ. Аржанов именине пушкăртсем çаратнă. Киселевăн пурлăхне никам та тĕкĕнмен-ха. Аслă çынсем канаш тытрĕç, пире те манса хăвармарĕç. Эпĕ виçĕ лашапа кайса килĕп. Смоляков, Хаяр Макар, Пуян Танюш — пурте виççĕпе. Виçĕ Якурпа Летчик… вĕсен, хăвах пелен, пĕрер лаша çеç.

— Вырăс каларăшле, чертова дюжина пулать-и вара? — темле тискеррĕн кулса ячĕ Мăрзабай — Усал ĕçшĕн шуйттан шучĕ юрать ĕнтĕ.

— Вунвиççĕ мар, вунтăваттă пулать, йăнăшрăн эс, Пал Лексейчă, — йăвашшăн авкаланчĕ Тимук.

— Суятăн, йăнăшман эп, — чăмăрпа сĕтеле кĕрĕслеттерчĕ хуçа. — Йăнăшмарăм, тĕрĕсех ăнлантăм эп сире, çăткăнсене. Кама çул кăтартса паратăр, тăм пуçсем! Паян эпир улпута çаратăпăр, ыран чухăнсем — пире… Чим-ха, чим. Эс ху тата мĕн тӳрĕпе вĕтеленетĕн? Эп сана Виçĕ Якур мĕн калаçнине итлесе ларма çеç хушнăччĕ, çăткăнсемпе каварлашма хушманччĕ. Ман пурлăх хутшăннипе сана вара мĕн усси пулать?

Тимук кун пирки малалла хăех каласшăнччĕ. Хӳравĕ ун хатĕрех:

— Эх, Пал Лексейчă! Емĕрĕме сан патăнта ĕçлесе ирттертĕм, сан хуçалăхушăн хамшăн тăрăшнă пек тăрăшрăм. Вăл халь, Çимуна уйăрнă хыççăн, ав, епле юхăнса юлчĕ. Тен, малашне эпĕ те кирлĕ пулмăп сана. Вара ман ăçта кайса кĕрес?.. Çурмаран кайса килес тенĕччĕ. Мĕн тиесе килни çӳрри — сана, çурри — мана. Саншăн та пулăшу пулĕччĕ, эпĕ те хам хуçалăха пуçарса яма вăй илĕттĕм. Сан нимрен те хăрамалли çук. Ку çылăха пĕтĕмпех хам çине илĕп. Эс курман-илтмен пул. Хуçа хушмасăрах хам çапла хăтлантăм, хамшăн тăрăшрăм тейĕп. Эпĕ батрак вĕт. Çĕнĕ власть айăплама мар, хăех ман хута кĕрĕ.

Мăрзабай, Тимука тин пуçласа курнă пек, тĕлĕнсе хытса кайрĕ. Урăла пуçланă пуçра шухăшсем йăшăлтатаççĕ: «Чăнах та, ку çынна ним чул та пĕлместĕп-çке эпĕ. Хайхи чĕмсĕр тукмак çĕнĕ власть пирки те асăнчĕ. Таçтан илтме те ĕлкĕрнĕ, эсрел. Смоляковсем пăтратаççĕ пуль-ха ăна. Емĕрĕме сан патра ĕçлесе ирттертĕм тет тата. Тĕрĕсех вĕт. Чурăс Укахви айăплă уншăн. Тахçанах хăваласа ярас тенĕччĕ, хурăнташ тесе ун хутне кĕчĕ. Епле те пулин хăтăласчĕ ку тискертен».

— Хăвăншăн çеç тăрăшатăн пулсан, эп хирĕç мар, — терĕ хуçа кăшт çапла шухăшласа ларнă хыççăн. — Пĕр лаша кӳлсе кай. Анчах улпут пурлăхĕпе ман хапха умне килсе ан тăр. Кирек ăçта пушат лавна.

Ун пирки те малтанах шухăшласа хунă Тимук.

— Тавтапуç, Павăл пичче, ăçта пушатмаллине тупăп, — терĕ те шалти пӳлĕмрен йăпăрт тухса кайрĕ.

— Каллех Павăл пичче пултăм иккен, — сухал витĕркулса илчĕ Мăрзабай. Унтан пĕр курка кăмăшка шаплаттарчĕ те хăйне хăй сасăпа мăкăртатса каларĕ: — Акă епле пуçланчĕ çĕнĕ самана! Тĕнче пĕтетех пуль. Çук, мĕскĕн Раççее большевиксем те, эсерсем те çăлаймĕç. Юлашки пурлăхăмăра тĕрлĕ Виçĕ Якурсемпе Мирски Тимуксем — хуларисем те, ялтисем те — шалча таран çаратса, тустарса пĕтерĕç. Эх, самана, самана!

Вăрттăн пăлхавçăсем

Виçĕ Якур пуху туса ирттернине ял çыннисем мана пуçлареç. Якурĕ хăй те, Хаяр Макар сăмахне итлесе, çын çинче шарлами пулчĕ. Халĕ вĕсем помещик именине çаратма вăрă-хурахла вăрттăн хатĕрленеççĕ. Çĕрле, ял çывăрнă чух, тухса кайма шутлаççĕ. Пĕтĕмпех хатĕрленсе çитнĕ ĕнтĕ, çуна çуле урапа çулĕнчен шанчăклăрах тесе, юр çăвасса çеç кĕтеççĕ. Анчах юлашки хыпарсем те пăлхавçăсене васкама хушаççĕ: ку вăрттăн ĕçе халех, çĕнĕ власть йĕркелениччен туса ирттермелле. Мирски Тимук, разведчик пек, Киселев именине çитсе, ырă хыпар илее килчĕ: именире, пĕр тутар хуралçăсăр пуçне, урăх никам та юлман. Управляющийĕ, пушкăртсенчен хăраса, хулана вĕçтернĕ. Лерен шанчăклă хурал илсе килесшĕн, тет, вăл. Тутар хуралçă, Тимукăн тахçанхи пĕлĕшĕ, пăлхавçăсем пырасса кĕтсе пурăнать: хăй те мĕн кирлине тиесе тарĕччĕ уц чух.

Мăрзабай «шуйттан шутне» кĕме килĕшменнине пĕлсен, Смоляковпа Хаяр Макар иккĕшех канаш тытрĕç.

— Мирски Тимук хăй тĕллĕн пыни пирĕншĕн лайăхрах та, — терĕ лавккаçă. — Большевикпа матрос пурччĕ пирĕн. Халĕ батрак тă тупăнчĕ. Тата мĕн к-ирлĕ?

— Апли апла та, — савăнма васкамарĕ Хаяр Макар, — Мăрзабай пиртен уйрăлни шухăшлаттарать-ха. Юратмастăп çав çынна, çав вăхăтрах хисеплетеп. Ăслă çын. Ахальтен çапла хăтланмасть пуль.

— Ĕлĕкрех чăн та ăслăччĕ вăл, — терĕ Смоляков. — Халь ĕçе-ĕçе ăсран тайăлнă. Ан тив, хăтлантăр. Пурпĕрех пире сутас çук вăл. Пирĕн «большевик» кутăн ан чактăрччĕ. Çав хуйхă кăна, — терĕ тата лавккаçă, Виçĕ Якур пирки асăрханса.

— Ун пирки ан пăшăрхан. Эпĕ ăна эс иирĕн утаман тесе йăпататăп. Тăмсай вăл, тискер тăмсай.

— Чим, — асăрхаттарчĕ лавккаçă, — утаману пурне те пĕрер лашапа виç-тăват хут кайса килме сĕнмерĕ-и? Пĕр пек тӳпешĕн çунать вăл. Эпир тӳрех виçĕ лавпа тухнине курсан, ĕрĕхсе каймĕ-и?

— Ничава, ĕрĕхме памăпăр! — лăплантарчĕ юлташне Макар. — Пурне те Кивçуртра пухăнма калăп. Каçранах урапасене лайăхрах сĕрсе, анкартине кайса лартма, çур çер автанĕ авăтасса кĕтме хушăп. Кивçуртра тин эпир миçе лашапа тухнине курĕ вăл. Нимех те тăваймĕ вара.

Çнмунан та разведчикĕсем çывăрмаççĕ. Вĕсем паян хайсен йыснăшĕ-мучăшĕсем урапасене питĕ тăрăшса сĕрнине асăрхарĕç. Летчикĕ тата Хветюкран, ача тесе, питех сыхланмарĕ. Ача вара çĕнĕ йыснăшĕпе Наталяккăшĕ анкартисемпе çур çĕр автанĕсем пирки пăшăлтатса калаçнине илтрĕ.

Çак хыпарсене пĕлсен, Çимун Трашука юланутпа Куçминккана Радаев патне ăсатрĕ. Лешекки вырăсĕ Куçминккана хуларан ревком пулса таврăннăччĕ ĕнтĕ.

… Виçĕ Якур хăйне куштансем чăн та лартнине Кивçуртра тин тавçăрчĕ. Виçĕ пуян кашниех виçшер лашапа çула тухнă, кашни пĕрер тарçă илсе килнĕ тата.

— А-а, эсир, çăткăнсем, ĕмĕтсĕр куштансем, пире, чухăнсене, лартасшăи! — тӳрех урса кайрĕ Виçĕ Якур. — Эп сире тĕнче хĕррине кăтартăп! Халех пĕтĕм яла пăлхатăп. Эпир сире, ĕмĕтсĕрсене, хăвăра йĕмсĕр хăварăпăр.

Çапла кăшкăрашса, лашине каялла тавăра пуçларĕ Якур. Çав самантра Хаяр Макарпа Мирски Тимук, урапа икĕ енчен ыткăнса, пăлхавçă утамана ярса тытрĕç. Лавккаçă лаша чĕлпĕрĕнчен пырса уртăнчĕ.

Урнă йытă пек сĕлеке юхтарса тапаланать урапа çинче месерле кайса ӳкнĕ Виçĕ Якур. «Ухмах: гранатăна алăра тытса пымаллаччĕ, темшĕн ларкăч айне чикрĕм ăна», — çиçет унăн пуçĕнче шухăш.

Макар хаярлăхпа, Тимук тискерлĕхпе Виçĕ Якура парăнас çук. Смоляков пулман пулсан, ахăрах, çын вĕлермесĕр чарăнмастчĕç пуль тĕрлĕ шухăшлă вăрă-хурахсем. Лешĕ лаша пуçне турта çумне пăрса лартрĕ те — малтан юлташĕсене утамана пусмăрланăшăн вăрçнă пек турĕ, унтан йăпăлти чĕлхепе капла пулса тухнăшăн ӳкĕннĕ пек пулса калаçрĕ.

— Эсĕ, Егорыч, ытла та хĕрĕнчек иккен. Эп айăплă, сана каласа ĕлкĕреймерĕм. Кĕçĕр, тĕттĕм пулсан, пĕр шанчăклă çын хуларан таврăнчĕ. Кĕç-вĕç Киселев именине хĕçпăшаллă хурал килсе çитет, тет. Малтан канашланă пек, виçĕ хут кайса килме ĕлкĕреймĕпĕр терĕм вара эпĕ. Çавăнпа виçшер лаша кӳлтĕмĕр. Санăн пурпĕрех пĕр лаша çеç. Пурлăх пирки ан пăшăрхан, мĕн тиесе килнине пĕтĕмпех турă хушнă пек пĕр тан пайлăпăр. Ĕнен ман сăмаха, тупата çапла тăвăпăр.

Смоляков калаçнă вăхăтра Хаяр Макар та кăшт сивĕнчĕ, лавккаçă пекех йăвашрах сасăиа сăмах хушрĕ:

— Эс, ача, сана кăшт хĕстернĕшĕн ан çиллен ĕнтĕ. Пĕтĕм яла пăлхатап тесе хăратса пăрахрăн пире. Лăплан, Якур. Лавккаçă тĕрĕс калать: пĕтĕмпех пĕр тан пайлăпăр. Сана, пирĕн утамана, тӳпесĕр хăвармăпăр.

Якурĕ те, кăшт лăпланса, çиллине шăнарчĕ пулас.

— Апла-тăк юрĕ, Макар Данилчă, — терĕ вăл вырăсла.

Смоляков та илттĕр тесе, хăй пурпĕр Тимука çавăнтах хаяр сасăпа кăшкăрса пăрахрĕ: — Яр алла, шуйттан эсремечĕ, мирски така! Эс ма вара пĕр лашапа çеç килтĕн? Хуçун лашисене шеллетĕн-им?

— Каллех тулăксăр калаçатăн, Егор Егорыч, — терĕ Смоляков. — Тимук айăплă мар. Мăрзабай малтан каласа хунă пек пĕр лаша çеç панă. Унпа тепĕр хут калаçма вăхăт пулмарĕ. Тек ан иккĕлен ĕнтĕ, васкамалла-ха пирĕн.

— Улталамастăр пулсан, эсир те урăх ан иккĕленĕр. Ярăр мана, малти пулам…

Вуникĕ лав тинех умлăн-хыçлăн кĕрхи тумхахлă çулпа кĕмсĕртеттерчĕç.

Тимукăн пĕлĕшĕ, хăнасене кĕтнĕ пек, хунар йăтса тухрĕ. «Якши, чăвашсем маттур, пушкăртсенчен маларах ĕлкĕртĕр», — саламларĕ вăл вăрă-хурахсене. Унтан Хаяр Макарпа Виçĕ Якура (вĕсем пуринчен çӳллĕ те тĕреклĕ пулнăран çавсене «юратрĕ» тутар) кирлĕрех те хаклăрах япаласем ăçта выртнине кăтартса пачĕ. «Çăраççи памастăп сире. Тустарма килтĕр-тĕк, çĕмĕрсех тустарăр. Хам паянах лаша кӳлетĕп те пушкăрта тухса каятăп», — терĕ.

Виçĕ Якур çăраççи ыйтса тăмарĕ, кĕлет алăкĕсене хăшне штыкпа хайăрса уçрĕ, хăшне тапса-çапса çĕмĕрчĕ Летчик-Микка мĕн илес пирки тутар сăмахне итлемерĕ Вăл улпутăн тĕп çуртне кĕрсе кайрĕ те çемçе тенкел-пу кан тата çавăн пек тĕрлĕ кирлĕ-кирлĕ мара тие пуçларĕ Виçĕ Якур, пуринчен малтан тиенсе, ыттисене кĕтсе тă марĕ, хăвăртрах яла çитсе пушанас та куштансене сăнас терĕ вăл: хаклăрах япаласене пытарса ан пĕтерччĕр.

Мирски Тимук хуçаран тепĕр лаша ыйтса илменшĕн укĕнчĕ. Темĕн чул пурлăх ахалех тăрса юлать, харама каять. Тутар ăна та канашпа пулăшрĕ: «Лаша пур кунта, кӳлмелли таврашсем те пур. Улпутăн пурлăхне илме хăрамастăн-тăк, лашине илме те ан хăра», — терĕ.

Мирски Тимук лаша кӳлнине курсан, Хаяр Макар та витерен икĕ лаша çавăтса тухрĕ. Пуян Танюш валли лаша юлмарĕ (юлашки лашине тутар хăй çавăтса кайма ĕлкĕрнĕ). Мĕскĕн пуян Хаяр Макартан пĕр лашине пама йăлăнса пăхрĕ. Лешĕ тискеррĕн кăшкăрса пăрахрĕ çеç. Вара куштанланса çитеймен Танюш ним тума аптранипе пĕр урапи çумне сеялка кăкарса хучĕ: мĕн тесен те, урапа çине хумалли япала мар, хăй тĕллĕн куçса пыма пултарать.

Виçĕ Якурпа Летчик-Микка хыççăн Мирски Тимук та яла çитрĕ. Хăй улпут урапи çине ларса, улпут лашине тытса пычĕ. Мăрзабай лаши тилхепесĕр те унран юлмарĕ. Яла çитес умĕн тин Тимук хуçа лашине улпут урапинчен кăкарчĕ — Шалтикасалла ан пăрăнтăр. Икĕ лавпа Шурлăхкассинче пурăнакан Чахрун Мишшин çил хапхинчен кĕрсе кайрĕ.

Смоляков, пуринчен ытла асăрханаканскер, чееленсе, тавра çулпа кайрĕ. Йĕнерлĕ ту тĕлĕнче Чулçырма урлă каçса, Лешекки çулĕпе яла пырса кĕрес терĕ — ăнсăртран тĕл пулнă çыншăн вăл хуларан тавар тиесе килнĕ пек курăнтăр.

Хаяр куштанпа йăваш куштан пуринчен кая юлчĕç. Макар туртаран кăкарнă улпут лашисене çул тăршшĕпе вăрçса çуйăхса пычĕ: «Яла пырасшăн мар тутă эсреметсем, чăхăмласа чĕлпĕртен уртăнаççĕ, туртари лашана чипер утма памаççĕ»… Танюшăн сеялки те пĕрмай кутăнланать: е тумхахран çакланса лашана чарать, е салтăнса юлать. Çавах вĕсем те Кивçурта чиперех çитрĕç. Макар малтанах пĕтĕм пурлăха анкартинче пытарма шутласа хунă. Лашасене улăм айне туса пытараймăн. Вĕсене халлĕхе арпалăха хупас та кайран Якалĕнчи хăтасем патие ăсатас. Хаяр Макар ăçталла пăрăннине курсан, Пуян Танюш та анкартине çул тытрĕ.

Çапла вăрттăн «пăлхавçăсем» иикама систермесĕр ăнăçлă кайса килчĕç темелле. Анчах… çĕрлехи тискер кайăксене йĕрлекенсем пулнă иккен.

Виçĕ Якур лавне пушатса ĕлкĕриччен тул çутăла пуçларĕ. Çав вăхăтра картишне темĕнле çынсем виççĕн пырса кĕчĕç.

Якур, каллех граната пирки манса, кĕрĕс-мерĕс пăшалне ярса тытрĕ.

— Ан хăтлан, Егор Егорыч. Аван-и! — илтĕнчĕ вырăс сасси. — Паллаймарăн-им мана? Радаев эпĕ. Вăрçа пĕрле кайнăччĕ, манман пуль-çке? Сан пата хăнана килсеччĕ, эс, ав, тӳрех пăшал ярса тытрăн.

— Суятăн, Радай! — кăшкăрчĕ Якур. — Хăнана çапла çӳремеççĕ. Тасалăр кунтан, атту переп, — хăй, чăнах та, пăшал кĕпçине çĕклеме пуçларĕ.

Радаев хыçĕнче йăпшăнса тăракан Илюшăпа Спирка мала ыткăнчĕç, анчах вĕсене мăн сасăллă вырăс Якуртан та хăрушăрах кăшкăрса чарчĕ, унтан каллех чăваша ӳкĕтлеме пуçларĕ:

— Ан алхас, Егор Егорыч. Чухăнсене мар, кулаксене тĕллес пулать пăшалупа…

Кĕтмен хăнана тем тăватчĕ-тĕр чăрсăр чăваш, çав вăхăтра арăмĕ пӳртрен чупса тухрĕ. Вăл упăшкине хăтăрса пăрахрĕ те хăй, йăл кулса, вырăсла таса калаçса саламларĕ:

— Килĕрех, килĕр! Пӳрте кĕрĕр, кĕтнĕ хăна пулăр.

Радаев, йĕкĕтсене кăларса ярса, хăй хуçаран малтан пӳрте кĕчĕ. Тăруках йăвашланнă хуçа йрĕксĕрех ун хыççăн утрĕ вара.

Якур арăмĕ, Якаль хĕрĕ, вырăс вĕçĕнче ӳснĕскер, вырăсла майра пек калаçать. Вăл кăмака кукринче сăй хатĕрле пуçларĕ, хăй арçынсем мĕн калаçнине хăлхана чикме тăрăшать.

— Эх, Егор, Егор, — терĕ Радаев. — Чухăн хресчен, фронтовик. Хăвна ху большевик тетен. Çав вăхăтрах кулаксен хӳтлĕхĕ пулса тăтăн.

— Ан вĕрент мана, хăвăн арăмна кайса вĕрент, — çиллине шăнарма тăрăшса мăкăртатрĕ Якур. — Сан чăваш хушшинче мĕн ĕç пур? Помещик пурлăхне шеллетĕн-и? Эс мĕн вара, эсер-и е кадет-и?

— Монархист эпĕ, Егор Егорыч, — ахăрса ячĕ вырăс, унтан сăпайлăн, шӳтлемесĕр: — Чăваш хушшинче те ман ĕç пур çав. Ревком эп. Большевиксен ревкомĕ. Ак Совет влаçне кунта пĕрле йĕркелеме тытăнăпăр. Помещик пурлăхĕ тесен, халĕ помещикăн мар ĕнтĕ вăл, халăх пурлăхĕ. Ана пирĕн упрас пулать.

Якур ревком сăмахне хăлхана питех чикмест. Вăл чӳречерен пăшăрханса пăхкалать. Хаяр Макар таврăннине кунтан кураймăн, Смоляковпа Пуян Танюш таврăннине курма пулать. «Курăнмаççĕ-ха, улталарĕç-шим, çăткăнсем?!»

Радаев ун шухăшне пĕлнĕ пек хĕтĕртсе ларать:

— Улталарĕç сана кулаксем. Айван иккен эс, шăп кулак вăлтине лекрĕн. Эпир сана, чухăн, фронтовик, большевиксемпе пĕр шухăшлă çын тесе, Совета суйлама сĕнесшĕнччĕ. Халĕ халăх куçĕнчен епле пăхăн ĕнтĕ? Большевик мар, анархист, вăрă-хурах пулса тăтăн эс…

— Çăва патне! — тинех çиллине чараймасăр кăшкăрса пăрахрĕ Якур, тата вырăсла та намăс сăмах çавăрса хучĕ. — Эпир кунта мĕн тумаллине сирĕнсĕрех пĕлетпĕр. Пыр, вырăс енче Совет ту. Ман санпа пуш параппан çаптарса ларма вăхăт çук.

Якур, ура çине тăрса, вырăса тĕртсе ярасшăн пулчĕ, анчах çамкаран сасартăк алтăр пырса çапăннипе тăмсакланса кайрĕ.

— Хуп карма çăварна! Каларăм сана, куштансемпе ан çыхлан тесе. Мана итлемерĕн. Халь аслă çын сăмахне итле. Пăхасса та урăх чӳречерен пăхатан. Лавккаçă, Тук кĕпере енчен килсе, хыçалти хапхаран кĕрсе кайре. Танюш анкартинче пушатнă пулас. Халь кăна килне çуран, хыçалти сукмакпа таврăнчĕ, — пĕр чăвашла, пĕр вырăсла самахларĕ майралла тумланнă пĕчĕк хĕрарăм. Çав вахатрах вăл кулкаласа та илчĕ: — Иксĕр те сĕтел хушшине ларса шăкăл-шăкăл калаçăр-ха. Калаçмалли сирĕн çук мар.

Арасланран хăраман çын тепĕр. чух шăширен хăрать. Никамран хăраман Виçĕ Якура та пĕчĕк арăмĕ алтăр çупкипе лăплантарчĕ.

— Куратăн, Егор Егорыч, — кулсарах калаçать Радаев — Хăвăн килĕнте те чăвашсем пурте вырăссене хирĕç мар иккен. Пуху пулсан, тен, пайтах тупăнĕç сан арăму йышшисем?

— Хĕрарăм вăл вырăспа тутартан та усал, — мăкăртатрĕ Якур, хăй çавах вырăспа пĕрле сĕтел хушшине кĕрселарчĕ. — Чăваш мар, каснă-лартнă майра вăл, ман арăм.

Хăй çапла шӳтлеме хăтланчĕ пулин те, унăн сăнĕ ăмăрланчĕ. Алтăр мар ăмăрлатрĕ ăна. Арăмĕ урăх чӳречерен пăхатăн тени чĕрине хускатрĕ. Чăнах та улталарĕç иккен куштансем.

— Юрĕ, Радаев юлташ, — терĕ вара Виçĕ Якур, кăкăрне чăмăрĕпе шаккаса, — чĕнтер, эппин, пуху. Тульккă эс мана халăх умĕнче намăс ан ту. Хамах калăп, пĕтĕмпех каласа парăп.

Пуху Малтикасра пысăк тăм пӳртре пулса иртрĕ. Паллă вырăн. Кунта ял çыннисем Шатра Микка юмахне итлеме çӳретчĕç.

Чулçырмасем шалт тĕлĕнеççĕ паян. Лешекки вырăсĕ чăваш хушшинче пуху ирттерме килнĕ. Пухура пĕр куштан та çук. Ут-пĕвĕпе кĕрнексĕр, сăнпуçпа хăтсăр чăваш, Шатра Микка, тĕпелте, сĕтел хушшинче ларать. Ана паян председатель юлташĕ теççĕ. Вырăс ăна Никифор Иванчă тесе чĕнет тата Романов юлташ тет. Юмахçă хушаматне паянччен никам та пĕлменччĕ.

Вырăса хăйне Радаев юлташ тата Ревком тесе чĕнеççĕ. Халап калаканни паян çавă, Тĕлĕнмелле юптарать вăл:

— Помещиксемпе капиталистсен, генералсемпе жандармсен, купсасемпе тиексен влаçĕ ĕмĕрлĕхе хупланчĕ. Малашне Совет влаçĕ, рабочисемпе ĕç хресченĕсен влаçĕ пулать. Вăрçă пулмасть. Çĕр хресчен аллине куçать. Çаван пек декретсем çырса панă Совет влаçĕн пуçлăхĕ Ленин юлташ…

Вырăс сăмахĕсене Мăрзабай Çимунĕ чăвашла ăнлантарса парать. Ана сĕтел хушшине председатель пулма халăх суйласа лартрĕ.

Тата тепĕр тĕлĕнтермĕш пур паян: Виçĕ Якур туя килнĕ пек тумланнă. Тĕпелте хулăн тутине пăркаласа ларать. Акă вăл та халап калама пуçларĕ:

— Юлташсем! — чăвашлах калаçать Якур. — Чухăнсемпе вăтам хресчен юлташсем! Радаев юлташ сире Совет влаçĕ пирки каласа пачĕ. Тĕрĕс каларĕ. Пирĕн власть! — çак тĕлте Якур, сассине хытарса, чăмăрпа сĕтеле шаккасшăнччĕ, Радаевран именчĕ те каллех: — Халь пирĕн власть тетĕп. Çавăнпа калатăп та сире, итлĕр лайăхрах. Пирĕн ял куштанĕсем Киселев именине çаратас терĕç. Улпут пурлăхĕ мар, халăх пурлăхĕ вăл халь. Çăткăнсем çĕрле кашни виçшер лашапа кайса килчĕç. Эпĕ, фронтовик, куштансемпе пĕр шухăшлă пек пулса, вĕсемпе пĕрле пĕр лавпа кайрăм, вĕсен тискер ăшчикне пĕтĕмпех пĕлес терĕм. Мана та ултăлама пăхрĕç вĕсем. Урапа çине мĕн тиенипе çырлахман вĕсем, манран вăрттăн тата виçĕ лаша çавăтса, пĕр сеялка çаклатса килнĕ. Пытарма тăрăшрĕç çав пурлăха, анчах Совет влаçĕнчен ним те пытараймăн. Пĕтĕмпех хисепе илĕпĕр. Тĕрĕслекенсем пур пирĕн. Халăх пурлăхне тустарма памăпăр…

Радаев, пăшăрханса, пĕр Якура, пĕр Çимуна пăхса илет. Çимун куçĕ кулăш çутипе ялкăшать. Пăшăрханмалли çук иккен.

Хайхи «тĕрĕслекенсем» хăйсем те çав вăхăтрах Çимун пӳртĕнче пухăва килнĕ пек пухăнса ларнă. Вунпĕрĕн вĕсем, Радаевпа Çимунăн помощникĕсем.

— Кукка сисмесĕрех юлĕ, — терĕ Илюша. — Пирĕнпе тек айкашма вăхăт çук ун. Ревком вăл, паянах ытти ялсене Совет влаçĕ тума тухса каять.

Радаев Чулçырмаран тухса кайнă вăхăтра Смоляков лаша утланса Куçминккана вĕçтернĕ. Радаевран маларах Белянкинпа курса калаçасшăн вăл.

Мишша-салтак

Хĕл кăçал кая юлса килчĕ. Декабрь уйăхĕнче тин çуна çулĕ ларчĕ.

Хĕллехи микула иртсен, Çимунпа Трашук çуна çулĕпе хулана кайрĕç. Мучăшĕ Çимуна, хăйĕн ăйăрне кӳлсе, чаплăрах ăсатасшăнччĕ. Çимун килĕшмерĕ.

— Маншăн ытларах чухăнсем алă çĕклерĕç, — терĕ вăл, шӳтленĕ пек пулса. — Чухăнсен депутатне ăратлă ăйăрпа çӳрени килĕшмест.

Мăрзабай шӳтлемерĕ, хăтăрса каларĕ юлашки сăмахне:

— Асту. Белянкинран ан пăрăн, ун сăмахне итле. «Аслă çын, тĕреклĕ хресченсенчен юлмасть вăл», — терĕм ăна сан пирки. Кулак, чухăн тени — большевиксен сăмахĕ вăл, Маншăн чухăн тени кахал тенипе пĕрех. Саншăн та çапла пултăр.

Çимун хирĕçмерĕ: «Ма хирĕçес? Эп хам та аташкаларăм. Мучи манран ытларах аташать. Белянкинсем енне кăмăл туртмасть терĕ пĕр кун. Халĕ Белянкина итлеме хушать. Куçминккара та улшăну çине улшăну. Радаев пур чух каплаччĕ, вăл кайнăранпа урăхла, белянкинла пулса тăчĕ. Эпĕ те пĕр йăранпа утаймарăм çав. Радаевсене те пулăшкаларăм, Белянкинсене те юрарăм: эсерсемпе пĕрле Самара, хресченсен съездне, кайма килĕшрĕм. Çапах хулара Радаевпа курса калаçасчĕ. Самани те шанчăклă мар çав. Эп унччен шутланă пек пулса тăмарĕ-и? Большевиксем татăклă власть илни палăрмасть-ха. Ялта, вулăсра, уесра эсерсем çĕнтерсе пыраççĕ. Кĕпĕрнере тепле-тĕр ĕнтĕ?..»

Çак шухăшсене палăртмарĕ Çимун мучăш умĕнче. Хăйне кĕпĕрнери съезда суйласса пачах кĕтменччĕ вăл. Белянкин ун ятне асăнсан питĕ тĕлĕнчĕ. Халăх уншăн харăс алă çĕклени пушшех тĕлĕнтерчĕ ăна. «Мĕнле капла, пурне те юрарăм-и? Пуянсем старшина таврашĕ терĕç пуль. Чухăнсем фронтовикшăн алă çĕклерĕç-и?» — шухăшларĕ Çимун. Хăйне хăй: «Пурпĕрех Самара каймастăп», — тесе те пăхрĕ. Çапах кайма килĕшрĕ. Ма килĕшнине хăй те пĕлмест. Тĕрĕсрех, ялтан тухнă чух пĕлместчĕ. Халь тавçăра пуçларĕ. Çул тăршшĕпе Оля каласа панă пĕр адреса асăнкалать вăл — манса каясран хăрать. Çырса хумаллаччĕ. Ухмах, камран хăрарăм? Пăлаки пурпĕрех хут пĕлмест.

Пăлакн пĕлессе нимех те пĕлмест, çапах тем сисет вăл. Упăшкине инçе çула хатĕрленĕ чух вăрттăн куççуль юхтарчĕ.

— Мĕн, мана вăрçа ăсататăн-им? — асăрхарĕ Çимун. — Ан йĕр. Вăрçа каймастăп, алла пăшал тытмастăп. Халь алă çĕклесе çеç çапăçма пуçлатпăр ĕнтĕ.

Пăлаки лăпланмарĕ, ĕсĕклесех ячĕ:

— Кам пĕлет?! Аçта, мĕн тума кайнине, кама мĕнле пăшалпа пемеллине эс ху та пĕлместĕн. Эх, самана, самана!

«Сисет-шим, апăрша? Те хăйĕн шăпи пирки, те халăх пурнăçĕ пăтранса кайнине кура асăнчĕ çак нумай пĕлтерĕшлĕ сăмаха?»

Хула çулĕ çывăх çул мар. Темĕн çинчен шухăшлама та çитет. Иккĕн ларса пыраççĕ Çимунпа Трашук, анчах калаçма май çук. Вичкĕн çил çула урлăрах вĕрет — шăп çурçĕр енчен. Тăлăи çухавине тавăрса калаçма памасть. Çуна çулĕ лăпкă çул, сăпкари пек çывăрттарма пăхать. Çимун тĕлĕрсе кайрĕ. Трашука тĕлĕрме юрамасть. Хускалкалать вăл, юлхаввăн чупакан лашине хушăран пушăпа тивертсе, сасăпа хĕтĕртсе илет.

Ероховка ялне çитсен (çурма çул), Çимун, сылтăм енне куçса ларса, тилхепе тытрĕ. Трашук вара çул тăршшĕпех çывăрчĕ. Çакăншăн кайран, хуларан каялла таврăнма вăхăт çитсен, хытă ӳкĕнмелле пулчĕ уиăн. Яла пĕччен таврăнмалла-çке. «Ероховкăна епле çитес? Аташса кайăп-и?» Çул пирки Çимунран ыйтса пĕлесшенччĕ Трашук, лешĕ ĕнер кунĕпе таçта çухалса çӳрерĕ, паян та, ирех тăрса, унпа калаçмасăрах таçта тухса танкканă.

Трашук çапла хуйхăркаласа лаша кӳлнĕ вăхăтра хапхаран пĕр салтак килсе кĕчĕ. Пӳрте кĕмерĕ вăл, тӳрех кӳлнĕ лаша патне васкарĕ.

— Кам? Вырăс-и, чăваш-и? — ыйтрĕ вырăсла.

Трашук Чулçырма чăвашĕ иккенне тата вăл аташасран хăранине пĕлсен, савăнса кулса ячĕ.

— Вот чудак. Тепĕр тăлăп пур-и? — терĕ. — Питĕ лайăх. Çулне эс пĕлмесен, лаша пĕлет. Эпĕ те тăван ял çулне мансах кайман пуль-ха. Атя, эппин кайрăмăр! — чăвашла-вырăсла çатăлтатрĕ те таçтан килсе тухнă салтак, йĕкĕт сăмах чĕнессе кĕтмесĕрех тăлăп тăхăнса, çуна ăшне кĕрсе ларчĕ.

Çапла Трашукăн каялла каллех пĕччен мар, иккĕн таврăнмалла килсе тухрĕ. Çынни чулçырмасемех, анчах Трашук ăна палламасть. Каланă тăрăх, — Осокинсен таврашĕ, Михаил Антонович Осокин. Трашук пĕчĕккĕ чухнех салтака кайнă çын иккен вăл. Çавăнтанпа яла килсе курман пулать. Тăван чĕлхепе тытăнкаласа калаçать. Чăвашла калаçма пуçлать те юлашкинчен вырăсла çавăрсах хурать. Те çавăнпа, те хăйĕн кăмăлне кура, салтак ытлашши сăмахламарĕ. Шахматовка ялне çитичченех тенĕ пек сăмах чĕнмесĕр тĕлĕрсе пычĕ вăл. Трашук, иккĕн ларса пынă çĕртех пĕччене юлса, шухăша кайрĕ вара. Пирвайхи хут ху-лара пулнăскер, вăл хăйĕн çĕнĕ туйăмĕсене аса илсе тĕрĕслеме тытăнчĕ.

Ĕнер вăл лашана кантармалла кунĕпе хула курса çӳрерĕ. Хула урамĕсем çиппе туртса лартнă пек — тӳп-тӳрĕ. Икĕ урам хушшине квартал теççĕ. Пӳртсем çумĕпе урамрах хăма урай сарнă, ăна пăртувар теççĕ-мĕн. Кашни йывăç. пӳрт Мăрзабайăннинчен те чаплăрах, чул пӳртсем пирки каламалли те çук, Аслă урам пушшех те чаплă вара. Вăл ыттй урăмсенчен сарлака мар, анчах унти пӳртсене пӳрт теме те май килмест — керменсем темелле. Икĕ хутлă пĕр çурчĕ, чие тĕслĕ кирпĕчрен купаланăскер, шăп пĕр квартал йышăнса ларать — пĕр урамра пуçланать те тепĕр пуçĕпе тепĕр урама тухать. Ак епле иккен вăл хула тени.

Пуринчен ытла хулари лавккасем, магазинсем тĕлĕнтерчĕç ăна. Вывескисене Куçминккари пек арăш-пирĕш çырман, кĕнекери пек тăпăл-тăпăл хитре саспаллисемпе сăрласа çырнă. Пĕр вывеска умĕнче Трашук нумай вăхăт çăвар карса, тем пуласса кĕтсе тăчĕ. «Бакалея. И. Д. Половинкин» тесе çырнă унта. Хайхи, Виктор Половинкин, Наташа каччи, çакăнта пурăнать.

Половинкинсен çурчĕ те икĕ хутлă. Аялта магазин. Çӳлте хуçасем пурăнаççĕ курăнать. Аялти чӳречисем алăкран пысăк. Магазина кĕмелли алăкĕ икĕ чӳрече хушшинче. Юнашарах тепĕр алăк пур. Вăл кăшт уçăлса тăрать. Епле хĕлле те хупăнмасть алăкĕ? Çав алăкран кĕрес пек пырса пăхрĕ Трашук. Чăнкă пусма çӳлелле хăпарса каять. Çӳлте тата тепĕр алăк пур иккен. Халех Виктор Половинкин револьвер йăтса тухассăн туйăнчĕ йĕкĕте. Алăкĕ чăнах та уçăлчĕ. Трашук хăраса ӳкрĕ, каялла туртăнчĕ те пăртувар херринчи çӳллĕ юпа хыçне пытанчĕ. Тарас та килет, çӳлти хутран кам тухниие те курас килет.

Тухакан пулмарĕ-ха. Арçын сассипе хĕрарăм сасси илтĕнет. Тем ихĕрсе калаçаççĕ. Хăрамалли çук-тăр. Акă аялти алăкран хитре тумланнă çамрăк майрă тухрĕ. Вăл, хĕвел пек йăл кулса, каялла çаврăнса пăхрĕ те: «Атю», — терĕ.

Ак тамаша! Улькин хуçа хĕрĕ ку. Юмахри пек хитре хĕр. Сулахай питçăмарти çинче хура пăнчă — шăна ларнă пек. Çĕркаç Трашук курнăччĕ ăна. Чĕкеç пек чĕвĕлтетсе калаçать. Сафо ятлă. Хĕвел çути Трашук çине ӳкрĕ: «атю» тенĕ хыççăн Сафо ялтăракан куçпа куç чакăртса тăракан йĕкĕте'пырса çупăрларĕ те çӳллĕ кĕлĕллĕ пушмакпа пăртувар тăрăх чаклаттарчĕ…

Тĕлĕнмелле. Хула çыннисем хĕлле те урана пушмак тăхăнса çӳреççĕ. Чулçырмасем кĕрсе çӳрекен кил хуçи Улькин хăй ял çынни сăнлă. Темиçе сăмах чăвашла та пĕлет тата. Карчăкне Илюшăн амăшĕнчен уйăрса илеймĕн. Хĕрĕ вара патша хĕрĕ пек тумланать. Каласасса та темле урăхла калаçать: пăртувара тротуар тет. «Атю» тени мĕне пĕлтерет тата?..

Хăюллă та нăмăссăр хăй. Акă Сафо тăлăп ăшне, Трашук çумне кĕрсе ларчĕ, юна вĕрилентерсе йăпшăнать: «Трофим Петров, эп сана юратап. Юрат мана, пăрах хăвăн сивĕ юнлă Наçтукна, — тет. — Виктор Половинкина юратмастăп, çавăнпа эп ăна: «Атю», — терĕм. Атя тени мар вăл. Юлах, эп кайрăм тенн пулать… » Тăлăп ăшĕнче те мар ĕнтĕ вĕсем, çунашкапа çӳллĕ ту çинчен катаччи ярăнаççĕ. Акă çунашки тӳнсе кайрĕ. Трашук сăмсипе юр купине чикĕнчĕ.

— Эх, эсремет, шуйттан! Кучер-и эс! Тилхепе тытса пынă çĕртех çывăрма право çук сан!

Те вăрçать, те шӳтлесе ахăрать вăранса кайнă салтак. Лаша чарăннă. Трашук аран ĕселенсе çĕкленчĕ.

— Çывăрман эп. Анаталла ĕрĕхсе кайрĕ тутă кĕсре, чараймарăм. Енер кунĕпе сĕлĕ шăтăртаттарчĕ, шуйттан. Сулăнчăк тата кунта, — мăкăртатрĕ йĕкĕт.

— Суй, суй ытларах, — ихĕрет салтак. — Эп вĕт çуна тӳничченех вăрантăм, эс харлаттарнине илтсе юлтăм.

Трашук çуна тĕпне каллех тĕшĕрĕлчĕ. Сăлтак çав вăхăтра тăлăпне хывса пăрахрĕ те çуна çинчен сиксе анчĕ.

Сĕвек çыранлă вартан утăпа хăпарса çитсен, хăла кĕсре каллех юртăпа ярăнчĕ. Салтака пăрахса хăварас мар тесе, Трашук шухăланнă кĕсрене чарма пăхрĕ.

— Ан чар, ан чар! Юрттар лашуна! — кăшкăрчĕ хыçалтан салтак, вара чупрĕ, чупрĕ те çуна çине çăмăллăн сиксе ларчĕ. Кăшт йывăррăн сывласа ларнă хыççăн вăл Трашук аллинчи тилхепене туртса илчĕ: — Çул тăршшĕпе улпут пек ларса пыратăн. Ав, епле ĕнтĕркесе кайнă. Хыв тăлăпна, утса ăшăн кăшт, — терĕ.

Трашук анчĕ. Лаши те çав вăхăтра пĕлнĕ пекех чарăнчĕ те айри юра савăнсах сарăхтарчĕ, унтан каллех малалла хускалчĕ. Салтак тăтăшах каялла çаврăнса пăхкаласа, тилхепене пушатмасăр тытса пычĕ. Сасартăк вăл кулса ячĕ, вара лашана пушăпа чашлаттарчĕ.

Пĕр шухăшсăр ăшăнса утса пыракан йĕкĕт, лаша тапса сикнине курсан, хăраса ӳкрĕ. «Темле çын пулчĕ-ха ку, хăйне пĕлместĕп, палламастăп. Тен, пĕр-пĕр вăрă-хурах, лаша вăрри?» — вăркăнчĕ шухăш пуçра. Вара Трашук, пĕ-тсм вăйне пухса, лаша хыççăн хашкаса чупрĕ. Салтак ахăлтатса кулса пырать. Те лаши кăшт ерипенленчĕ, те Трашук хăй тата хытăрах чупрĕ — çуна хыçĕ çывхарсах килет. Акă алă тăсса ярса тытмалли çеç юлчĕ. Аллине тăсрĕ Трашук, çав вăхăтра çуна хыçне ярса тытас вырăнне хăй çул çине тăсăлса ӳкрĕ.

Чĕре çурăлас пек шаккать. Çул сылтăмалла пăрăннă май лаша хăва тĕмĕсем хыçне пулса çухалчĕ. Трашук ура çине тăчĕ, пуçне усса, малалла утрĕ. Мĕн пулсан та, халь хăваласа çитесси пĕтрĕ ĕнтĕ. «Атте лашине усал çынсем туртса илнĕ, халь. хам, ухмахланса, çын лашине çухатрăм йулать. Емĕр лашаран хуйхă курса пурăнмалла пулчĕ-шим?..» — шухăшларĕ вăл йĕрсе ярас пек. Çул кукри тĕлне çитсен, савăнса кулса ячĕ. Салтак лашине чарнă, хăй çуна çинчен аннă та шăл йĕрсе кĕтсе тăрать.

Тин вара салтакпа айван йĕкĕт хушшинче варлă калаçу пуçланчĕ.

— Чупма пултаратăн, анчах санăн практика сахал. Спортсмен пулас пулать. Эпĕ санран икĕ хут аслăрах, çавах, иксĕмĕр ăмăртса чупсан, эсĕ мана хăваласа çитеймĕн, — терĕ салтак иккĕшĕ те тăлăн тăхăнса çуна тĕпне кĕрсе ларнă хыççăн.

Ку салтак чăнахах Осокинсен таврашĕ пулнине халĕ ĕненсе çитрĕ ĕнтĕ Трашук. Тимĕркке мучи пекех уçă кăмăллă çын, шӳт тума та юратать. Тимĕркке мучи унăн пиччĕшĕ пулать иккен — ашшĕн шăллĕ. Вырăссем ун пек чух «дядя» теççĕ. Чăвашăн атте шăллĕ мучи мар — пичче пулать.

Осокин ял хыпарĕсене тĕплĕнрех пĕлесшĕн пулчĕ, Трашука вĕçĕмсĕр калаçтарчĕ. Трашук хăй мĕн пĕлнине хаваслансах каласа пачĕ. Анкара пуçларĕ вăл: ку Мишша пичче — Радаев хăраххи мар-и?

Çимун Самара хресченсен съездне кайни çинчен пĕлсен, Осокин хыпăнса ӳкрĕ, хулана халех таврăнас пек, темиçе хутчен каялла çаврăнса пăхрĕ, унтан Трашука ятлама тытăнчĕ:

— Эх, йĕксĕк! Путсĕр ача, суйтан мăйраки! Ма ун пирки мана хуларах каламарăн? Ана сыраса тупмаллаччĕ, унăн кăмăлне тĕрĕслесе ăс кĕртсе ямаллаччĕ… Эх, йĕксĕк!

— Эсĕ ху айăплă, Мишша пичче, — терĕ Трашук. — Хулара ним те ыйтмарăн. Тӳрех тăлăп тăхăнтăн та çуна ăш-не кĕрсе лартăн. Халĕ ма мана вăрçан вара?

— Сана мар, хама вăрçатăп эпĕ. Ыйтмаллаччĕ çав. Ну юрĕ. Унта вăл пурпĕрех Тайман Сахарĕн аллине лекет.

Халь ĕнтĕ Трашук Осокин пирки иккĕленмерĕ, ăна Радаевсем, Илюшăсем çинчеи каласа пачĕ, хăйсен «отрячĕ» пирки те манса хăвармарĕ. Виçĕ Якура вĕсем епле ăс вĕрентни çинчен каласа панă хыççăн салтак уйрăмах хытă савăнчĕ. Трашукшăн вăл халь ĕнтĕ Çимунран та çывăхрах çын пек туйăна пуçларĕ, çавăнпа йĕкĕт салтакран нимĕн те пытарми пулчĕ.

Осокин Рамаш ашшĕне лайăх пĕлет иккен, ăна вăл нумай пулмасть Самарта тĕл пулнă. Рамаш пирки калаçнă май халĕ Трашук револьверсем çинчен те асăнмасăр хăвармарĕ. «Бульдог» ятлă револьвер мĕнлине те ыйтрĕ.

— Бульдог — хĕрарăм револьверĕ вăл, ача вăййи, — хуравларĕ салтак. — Арçын револьверĕ ак çакăн пек пулать.

Салтак тăлăпне сирчĕ те сăран пиншак айĕнчен наган туртса кăларчĕ. Çаврака муклашкине çавăркаласа, патронсене алса çине кăларса тăкрĕ, револьверне Трашука тыттарчĕ. Леш, кун пек япалана халиччен курманскер, чĕлхине чаклаттарсах тимĕр япалана урлă-пирлĕ хыпашласа пăхрĕ. Унтан сивĕнсе кайнă тимĕре алăран ӳкерчĕ те, шăнтнă пӳрнисене вĕркелесе:

— Ку пăшалпа çулла çеç переççĕ-и? Хĕлле пӳрнесене чĕпĕтет вăл, — терĕ.

— Манка хытти! — çилленнĕ пек пулчĕ салтак. — Сана наган мар, бульдогскине те пама кирлĕ мар.

Наганне тăлăп айне пуçтарса чикнĕ хыççăн салтак хăйĕн Тимĕркке пиччĕшĕ пирки ыйтса пĕлесшĕн пулчĕ. Хăйĕн кил-çурчĕ унăн ялта çук иккен. Вăрçă пуçланичченех салтака кайнăскер, вăл халиччен те авланайман. Тимĕркке мучие асăнсан, Трашук, ăшĕнче кулкаласа, хăй мĕн пĕлнине каласа пачĕ. Салтак ăна итленĕ май кулать-кулать те каллех ыйтать:

— Çаплах юмахласа çӳрет-и? Мĕнле-ха? «Керенски çухăрать. Ленин йыхарать. Замана!» — тет-и?

— Ара, ара. Урамра кама та пулин тĕл пулсан, ăна саламлас вырăнне: «Эй, замана!» — тесе кăшкăрать.

— Çапла пуль çав. Вырăс пек калаçнăн туйăнать ĕнтĕ ăна. «Капиталист» вырăнне «габидалист» тет пуль. Эпĕ хам та салтакра малтан çапла пичче пек калаçма тăрăшса култараттăм вырăссене. Кайран тĕрĕс калаçма хăнăхса çитрĕм. Анчах, асăрхарăн пуль-ха, хытă пăлханнă е васканă чух вырăсла та, чăвашла та Селĕп Кириленни пек ш вырăнне с тухса каять… Аслă çын вĕт ман Тимĕркке пичче? Кăмăлпа та пит ырă çын вăл. Атте вилнĕ хыççăн пичче маншăн атте вырăнне пулчĕ, шкула вĕренме ячĕ. Ана хăйне те эпĕ кăшт вулама вĕрентсе хăвартăм. Хаçат вуласа тăрать иуль. Питĕрти ĕçсене тĕрĕс ăнланса илнĕ-ха, аптраман пиччем. Осокинсен таврашĕ çав. Радаева унпа паллаштармаллаччĕ. Вот кама Самара хресченсен съездне ямалла пулнă.

Трашукăн салтака кӳрентермеллех пулчĕ вара.

— Калаçасса лайăх калаçать Тимĕркке Мучи, — терĕ вăл, — анчах пухăва çӳремест. Хаяр Макарпа тата Смоляковсемпе туслă вăл, пĕрле кăмăшка вĕретеççĕ. Мĕн вĕретнине хăйсемех ĕçсе яраççĕ…

Салтак кăмăлсăрланче пулас. Чылайччен шăп ларчĕ. Ларсан-ларсан, каллех Мăрзабай Çимунне аса илчĕ:

— Эсерсемпе çыхланмĕ тетĕн-и? Мĕнле хуравларĕ-ха вăл Радаева?

— Большевик мар эп, сочувствующи кăна терĕ.

— Юрать. Маттур! — çирсппĕн каларĕ те салтак тăлăп çухавипе хупланса шăпланчĕ.

Ероховкăра пирĕн çулçӳревçĕсем лашана кăшт кантарчĕç, хăйсем чей ĕçкелерĕç те каллех çула тухма васкарĕç, паянах киле çитес терĕç. Яла каç тĕттĕмĕпе, çынсем кăна мар, йытăсем те çывăрма выртнă вăхăтра çитрĕç.

Пӳрте кĕрсе Çимун арăмĕпе паллашнă хыççăн салтак çапла каларĕ:

— Пăлаки тăхлачă, зпĕ паян иичче патне каймастăп ĕнтĕ, кунтах выртса çывăрасшăн. Сире кансĕрлемĕп-и?

Пăлаки хăй ку Тимĕркке таврашне ăçтан тăхлачă тивнине пĕлмест. Ют ялтан качча килнĕ хĕр Тимĕрккен шăл-ле пуррине тĕлĕкре те тĕлленмен. Çавах кĕтнĕ хăна е тăван килнĕ чухнехи пекех вĕтеленчĕ хĕрарăм.

— Ара, хăта, çывăр, кунтах çывăр. Çимун тӳшекне сарса парăп, — çапла каларĕ те Пăлаки апат хатĕрлеме пикенчĕ.

Тул çутăлсан, Мишша, хăйĕн пиччĕшне курмасăрах, Лешеккине кайса килес терĕ. Урамра вăл Чулçырман тепĕр çыранĕнче ларакан пӳртсем еннелле пăхса тăчĕ. Тимĕркке каеă пуçĕнчен иккĕмĕш пӳртре пурăнать. Ку тĕлтен ун килкартийĕн ăшĕ лайăх курăнать. Ак çенĕк алăкĕ уçăлчĕ. Алăкран хура сăхман тăхăннă çын тухрĕ, аллисене хыçала туса килкартинче утса çӳре пуçларĕ. «Темĕскер самани пирки хăй тĕллĕн калаçать ĕнтĕ Владимир Осокин. Сана, вунă çул иртнĕ пулсан та, çыран урлă пăхсах паллама пулать», — тесе мăкăртатрĕ кĕçĕн Осокинĕ.

Трашук Осокина кунĕпе кĕтсе ларчĕ. Каç еннелле тӳ-сеймерĕ, яла анса Чулçырма кĕперĕ урлă каçрĕ те Тăвайккинелле уттарчĕ. Смоляковсен тĕлне çитсе пыратчĕ — çав вахăтра лавккаçă хапхинчен икĕ çын тухрĕç. Пĕри, хура сахман тăхăннăскер, тайкаланать. Тимĕркке мучи иккен. Тепри, кĕрĕк пиншак тăхăнни, урă çын пекех курăнать. Хапхаран иккĕшĕ те алла-аллăн тытăнса тухрĕç. Унччен те пулмарĕ, Тимĕркке мучи сасартăк юлташне пӳлсе хупарларĕ. Хăй хĕрсех тем сăмахлать. Никон Иванч та Никон Иванч текелет. Фальшин иккен кĕрĕк пиншакли. Трашук вара чарăнсах итлесе тăчĕ. Тимĕркке «Сибада Михайлă» тесе кăшкăра пуçларĕ. Çав вăхăтра вырăс Тимеркке мучие, хытă тĕртсе, юр çине йăвантарса антарчĕ.

Леш ура çине тăче те каллех юлташĕ патне çывхарчĕ. Халĕ ун сăмахĕсене Трашук уççăнах илтрĕ: «Чим-ха, ан вăрç, Никон Иванчă. Эс Сибада Михайлăн ула лашине ма туртса илтĕн? Тус пул. Мана тĕрĕссине каласа пар… » Малалла мĕн пулнине курсан, Трашук аптрасах ӳкрĕ. Мĕн тăвас? Вĕлерет вĕт ку тискер вырăс Тимĕркке мучие. Пырса хутшăнасчĕ, Фальшинне хăйне чышса антарасчĕ. Çук, йăваш чĕреллĕ ача, хăйĕн тантăшĕсемпе те нихçан çапăçса курманскер, пырса хутшăнмарĕ, ним тума аптраса, иккĕленсе тăчĕ. Фальшин халь ватă çынна тĕртсе мар, чышкипе ăçтан лекнĕ çавăнтан чышса сирпĕнтерет. Леш кашни чышмассерен пĕр месерле, пĕр ӳпне кайса ӳкет. Фальшинĕ урсах кайрĕ, чарăнмасть… Çын пухăна пуçларĕ. Хĕрарăмсем: «Ара, чарăр ку путсĕр вырăса, вĕлерет вĕт Тимĕркке пиччене», — тесе кăшкăрчĕç. Трашук ытла пăлханса кайнипе хăш вăхăтра кунта салтак тусĕ килсе çитнине те асăрхаймарĕ, халь Тимĕркке мучи вырăнне Фальшин хăй чикелене-чикелене хапхана пырса çапăннине асăрхарĕ.

Осокин Фальшина, çухаран тытса, ура çине тăратрĕ те хăлха чиккинчен тепре ярса пама хатĕрленчĕ, анчах тата темшĕн çапмарĕ. Ун вырăнне çĕре лач! сурса:

— Эс, кивĕ режим катăкĕ, луччă тар кунтан хăвăртрах, атту çакăнтах чунна кăларатăп, — терĕ, вара Фальшина хытă тĕртсе ячĕ. Леш каллех хапхана пырса çапăнчĕ.

Тимĕркке мучи, ура çине упаленсе тăнăскер, куçĕпе салтака анранă така пек тĕлĕнсе тĕллесе пăхса тăчĕ. Унтан сасартăк: «Мишша… Салтак, юхтăр мăлаххай! — тесе çухăрса ячĕ те ăна мăйран пырса уртăнчĕ. Çавăнтах сĕлеке юхтарса макăрса ячĕ: — Чим-ха… Атя часрах киле каяр, хаклă хăна. Чим-ха, кунта ман кăмăшка юлнăччĕ», — çавăнтах Смоляков патĕнче юлнă кăмăшкине аса илчĕ, хăй те лавккаçă хапхине пырса танлаттарчĕ.

Осокин Трашука асăрхарĕ..

— Кампа та пулин пиччене килне леçсе хăвар-ха, — хушрĕ вăл ăна. — Эпĕ каллех сирĕн патăрта çывăратăп пуль. Халь Виçĕ Якур патне каятăп-ха. Каçхине пуху пухатпăр, — терĕ.

Хветюк та кунта чупса килнĕ иккен. Трашукпа Хветюк Тимĕркке мучие аран лавккаçă хапхинчен пăрса çавăтса кайрĕç. «Аçта Мишша? Салтак! Салтак мар вăл — енерал. Дивизи комитечĕн пуçлăхĕ, замана!» — тесе çул тăршшĕпе кăшкăрса пычĕ Тимĕркке мучи.

Каç пулсан, вунă-вуник çулхи ачасем, килĕрен чупса, кашни чӳречерен шаккаса кăшкăрчĕç:

— Эй, кил хуçи, пухăва пыр! Мишша-салтак салтакран таврăннă. Çĕнĕ хыпарсем каласа парать.

Михаил Антонович Осокин çапла яла килсе кĕнĕ-кĕменех пиччĕшĕн ӳсĕр сăмахне пула çĕнĕ ят туянчĕ, паянтан ĕмĕрлĕхе ял çыннисемшĕн Мишша-салтак пулса тăчĕ.

Вырăс чăвашсем

Çимун Нюрăна кунĕпе шыраса та тупаймарĕ. Ак хăçан Оля каласа панă адреса хут çине çырса хуманшăн ӳкĕнмеллех ӳкĕнчĕ вăл. «Медовая, 10» тенĕ пек астăвать. Темшĕн апла ыйтсан, çынсем кулаççĕ. «Медовая» тесе тăрăхласа калаççĕ иккен пĕр урама. Кайран, мĕншĕн апла каланине пĕлсен, хĕремесленсе кайрĕ. Хулара мĕнпурĕ 14 урам. Кашни вуннăмĕш номере тĕрĕслесе çӳрерĕ вара Çимун. Тепĕр кун ирхине тин тупрĕ. Станци çумĕнчи пĕртен-пĕр урам «Медная» ятлă иккен. Нюра чăнахах çакăнта пурăннă. Больницăра санитаркăра ĕçлекенскер, пĕр медсестрапа пĕрле… Хĕрлĕ гвардие çырăннă. Хальтерех кăна вĕсем пĕр отрядпа Дутова хирĕç çапăçма тухса кайнă. Çавна пĕлсен, Çимуна такам пуçран тукмакпа çапнă пек туйăнчĕ. Юратнă хĕр те Совет влаçне хӳтĕлеме тăнă. Вăл пур — иккĕленсе пурăнать, юрату йĕрĕпе тĕнчере çук урама шыраса çӳрет!

Вара Çимун большевиксен комитетне васкарĕ. Кунта га ĕлкĕреймерĕ. Николай Радаев Нюра çырăннă отряда Дутова хирĕç çапăçма командир пулса ертсе кайнă иккен.

Халь мĕн тумалла ĕнтĕ? Ыранччен Улькин хваттерĕнчех белянкинсене кăмака хыçĕнче кĕтсе выртмалла. Нюрăна шыраса тупас, Радаевпа курса калаçас ĕмĕтпе Çимун юриех хулана ытти делегатсенчен икĕ кун маларах гухса килчĕ. «Çĕнĕ хуçалăх валли тĕрлĕ вак-тĕвек илмелле», — терĕ вăл кун пирки мучăшне суйса. Вак-тĕвек илсе, Трашукпа ăсатма мар, Трашукне хăйне те ăсатаймарĕ Çимун.

Киселев керменĕнчен тухса (большевиксем хулари чи хитре çурта йышăннă), Улькинсен урамĕ еннелле пуçне усса танккарĕ ăнман йĕрлевçĕ. Тинех вăл хула пурнăçне сăна пуçларĕ. Аслă урамра халăх хĕвĕшет. Хула çыннисем пăлханса калаçаççĕ:

— Совет влаçĕ пĕтет.

— Çук, пĕтме памăпăр.

— Оренбург енчен Дутов çывхарать. Кĕçех пирĕн хулана çитсе кĕрĕ.

— Çитеймест. Çитме памăпăр ăна.

Аслă урама салтаксем — хĕрлĕ гвардеецсем — колоннăпа килсе тухрĕç. Юрă кĕрлеттерсе, станци еннелле харăс утаççĕ вĕсем. Çимун халиччен илтмен юрă юрлаççĕ:

Смело, товарищи, в ногу!

Духом окрепием в борьбе.

В царетво свободы дорогу

Грудью проложим себе.

Кĕçех тепĕр пысăк мар колонна килсе тухрĕ — хĕçпăшалланнă рабочисем. Кусем тата хытăрах чуна хавхалантарса юрлаççĕ:

Вставай, проклятьем заклейменный

Весь мир голодных и рабов!

Кипит наш разум возмущенный

И смертный бой вести готов…

Çимун чĕри юрăпа пĕрле кĕрле пуçларĕ. Хулари халăх та ку юрра халиччен илтмен пуль. Халăх пӳртсем çумне кĕпĕрленнĕ. Кашни çын куçĕнче хастарлăх палăрать. Нумайăшĕ, салтаксене ăсатма кайнă пек, колонна хыçĕнчен. утаççĕ.

Пӳрт çумĕнче капăр тумланнă икĕ майра калаçса тăраççĕ.

— Большевиксен юрри чуна çӳçентерет, — терĕ пĕри.

— Улпут хĕрĕ тесе, шанмалли çук сана. Ху та большевиксем майлă çаврăнса ӳкме пултаратăн, — терĕ тепри.

— Блок, юратнă Блок большевиксем майлă çаврăнсан, тупата туршăн, эпĕ те çаврăнатăп, — терĕ малтанхи майра, юлташне вăрçтарса.

Çимун хăй ăшĕнче: «Блок. Кам-ши вăл Блок? Камран ыйтса пĕлес-ши?» — тесе аптрарĕ. Кайран вăл Улькин хĕрĕнчен, гимнази пĕтернĕскерĕнчен, чăнах та, Блок çинчен ыйтса пăхрĕ. Леш, пуçне каçăртса, куçĕпе маччана тĕллесе мăрăлтатрĕ:

— Ах, Блок! Ухмаха ертме пултарать вăл Блок. Ытарайми хитре хĕрарăм поэчĕ вăл, Блок.

Çимун ним те ăнланса илеймерĕ. Паян ирхине Трашук вăраничченех хваттертен тухса кайнăччĕ вăл. Çав ăнман урам пирки çапла пулчĕ. Трашукпа пĕр салтак яла таврăнаканскер, ларса кайнă, теççĕ. Кам-ши? «Ухмах! — ятларĕ хăйне хăй Çимун. — Пĕлтĕрхи юра шыраса çӳретĕп… »

Тепĕр кунне Белянкинсене араи кĕтсе илчĕ тарăхса çитнĕ депутат.

Самара тухса килнĕ чух станцире анархистсем ашкăннине сăнаса, пушшех йĕрĕнсе çитрĕ Çимун. Хресчен депутачĕсене поезд çине ларма большевиксемех пулăшрĕç, анархистсене хăшне-пĕрне арестлесе тĕрмене ăсатрĕç. Пурнăçа çирĕп алăпа йĕркелеме тăрăшнăшăн Çимун большевиксене тата ытларах кăмăлла пуçларĕ.

Самара çитсен тин пĕлчĕ Çимун: вăл кĕпĕрнери хресченсен тăваттăмĕш съездне килнĕ иккен. Апрель уйăхĕнчен пуçласа ку таранччен виçĕ съезд пулса иртнĕ. Белянкин кашни съездрах пулнă. Ана кунти эсерсем лайăх пĕлеççĕ.

Пĕр япала тĕлĕнтерчĕ Çимуна. Кĕпĕрнере хресчен депутачĕсен хăйсен уйрăм ĕçтăвком пур иккен. Мĕне кирлĕ-ши вăл? Хресчен ытти халăхран уйрăм пурăнасшăн-и?

Çимун съездра çынсене сăнаса, тĕрлĕ депутатсем мĕн калаçнине итлесе ларать. Тĕлĕнет вăл: хресчен съезчĕ мар ку, кулаксен съезчĕ. Президиумра сарлака сухаллă, пиншак айне жилетка тăхăннă мăнтăр çынсем те, шурă кĕпе çухи айне галстук çыхнă хыткан делегатсем те пур.

Мĕнпур калаçăвĕ вара — тырă пирки. Хулана тырă парасшăн мар Белянкинсем. Съезда ертсе пыраканнисем Белянкинран та пуçтахрах. Сылтăм эсерсем. Кусем те пĕр тĕрлĕ анархистсем пулса тăчĕç Çимун шухăшĕпе. Хулана тырă памасан, мĕн пулать вара? Хресченсем тутă пурăнĕç ĕнтĕ, рабочисемпе салтаксем мĕнле? Россия патша-лăхĕ пĕтет вĕт ун пек. Пĕтĕм патшалăхра йĕркелĕх тăвасшăн ним чухлĕ те шухăшламаççĕ эсерсем.

Ирхи лару пĕтсен, Çимуна пĕр çын чарса тăратрĕ.

— Эсир Куçминкка вулăсĕнчи Каменка ялĕнчен-и? — ыйтрĕ вăл унран вырăсла.

Пысăк мар, хыткан, хăмăр куçлă, сарă уссиллĕ çын. Палламан çын. Анчах хăй Çимуна палларĕ пулать.

— Чим-ха, эсĕ Мăрзабай Тимушĕн ывăлĕ Çимун мар-и? — терĕ вăл чăвашлах хавасланнă сасăпа. — Мана палламастăн-и? Тайман Сахарĕ эпĕ.

— Сахар пичче! — хавасланса ӳкрĕ Çимун та. — Сана паллама та хĕн. Хитре сарă сухаллуна хырса тăкнă эсĕ, çавăнпа паллаймарăм.

Пĕлет Çимун: Тайман Сахарĕ унăн ашшĕн чи çывăх гусĕ пулнă, çавăнпа вăл тӳрех чуна тарăхтаракан япаласем çинчен калаçа пуçларĕ. Сахартан канаш ыйтнă пек калаçрĕ.

— Сана эпĕ, Çимун, ху пуян çемьерен пулин те, аçуна шаннă пекех шанатăп, — терĕ вара ăна хирĕç Тайман Сахарĕ. — Аçу пурăннă пулсан, халь пĕртте иккĕленмĕччĕ вăл — ун чухнех пупсене юратмастчĕ, турра ĕненместчĕ. Халăх мĕскĕн пурăннăшăн тарăхатчĕ… Атя-ха, кайса апатланар, кайран вара сана вырăс чăвашсемпе наллаштарăп.

— Пирĕн пата хăна çуртне каяр, ман шăрттан пур, — терĕ Çимун.

— Шăрттан çиес килет, анчах сирĕн пата, эсерсен йăвине, каймăпăр. Унта чăвашла калаçсан та, пире илтекенсем пулĕç. Чăвашран та эсерсем сахал мар. Пирĕн столовăйра большевиксен апатне çисе кур. Вара хула çынни мĕнле пурăннине лайăхрах туйса илĕн. Сан валли талон пур ман.

Апатланнă чух Сахарăн Çимун валли канашсем те тупăнчĕç:

— Пуян çемьерен тесе ан иккĕлен. Мучу сана пăхса ӳстернĕ ĕнтĕ, çапах та санăн хăвăн пуçу пур, — терĕ вăл. — Лешеккинчи тиечук ывăлне пĕлетĕн-и? Тĕлĕнтерем сана: вăл — большевик. Сирĕн халь тата унта çĕнĕ пуп — Мостовский Петр Сергеевич пур. Çавăн ывăлĕ те — большевик. Таса кăмăллă çынсем, пирĕн политикăна ăнланса çитсен, пурте большевиксен партийĕ хыççăн кайĕç. Съезда ан кай урăх. Унта мĕн калаçасси, мĕнле решени йышăнасси пирĕншĕн тахçанах паллă: «Хулана тырă парас мар. Совет влаçне пăхăнас мар. Учредительни собрани влаçĕсĕр пуçне урăх нимĕнле влаçа та йышăнас мар». Акă мĕнле калаçаççĕ вĕсем. Хресчен ĕçтăвкомĕнчи сылтăм эсерсем çавăн пек резолюцие малтанах хатĕрлесе хунă. Ку съезда — кулаксен съездне — эпир хамăр йышăнмастпăр. Кĕçех большевиксем пуçарнипе урăх съезд пухăнать — чухăнсен, вăтам хресченсен съезчĕ. Халлĕхе ăна ирттерме ерçеймерĕмĕр-ха. Пĕтĕм вăя Дутова хирĕç тăратмалла пулчĕ. Паян-ыран тата тепĕр пысăк отряд Оренбург еннелле ăсанмалла. Эпĕ те çав отрядпа каятăп.

Вĕсем çапла калаçса ларнă хушăра Тайман Сахарĕ патне пĕр çын пырса кайрĕ. Калаçнă чух çынни ăна товарищ Тайманкин тесе чĕнчĕ. Каярахпа Çимун унран:

— Сирĕн хушамат тĕрĕссипе мĕнле пулать, Сахар пичче? Кунта сана Тайманкин теççĕ, Рамаш хăйне Тайманов тесе çырать, — тесе ыйтрĕ.

Ывăлĕ пирки асăнсан, Сахар куçĕ ялтăртатса илчĕ.

— Рамаш çапла çырать тетĕн-и? Кам патне çырать, ăçтан çырать, мĕн çырать? Çухатнă вет эпĕ ăна!

Çимун Рамаш пирки хăй Трашук урлă мĕн пĕлнине каласа пачĕ. Тайман Сахарĕ малтанах лара-тăра пĕлми савăнчĕ, каярахпа кулянса калаçрĕ:

— Пасарлăялта çемье темле пурăнать ĕнтĕ. Тăлăха юлнă килйыша Чулçырмана куçарасчĕ те… Тăван ялта çапах та çăмăлрах пулĕччĕ. Иккĕмĕш арăм манăн — Лисук — Селĕп Кириле йăмăкĕ. Чулçырмара тăванĕсем пулăшĕччĕç ăна. Халĕ Рамаш та çемьене пулăшаймасть пуль çав.

Калаçнă хушăра Тайман Сахарĕ сылтăм аллипе янахне шăлса турткаларĕ. Çимун, çавна асăрхасан:

— Сухаллуна нумай пулмасть хырнă пуль, Сахар пичче. Пӳрнӳсем халĕ те çук сухала ачашлаççĕ, — терĕ.

— Хĕ-хĕм, — тесе кулчĕ Сахар та, — сухал хырни икĕ çул çитсе пырать, пӳрнесем авалхи йăлана ниепле те манаймаççĕ. Халăха та, çавăн пекех, авалхи йăласене пăрахтарса çĕнĕпурнăç йĕрĕ çине куçарма хĕн çав…

Каçхине Тайман Сахарĕ Çимуна вырăс чăвашсемпе паллаштарчĕ. Вокзал çывăхĕнче, пĕр тăлăх карчăк патĕнче, пĕчĕк пӳртре пурăнаççĕ вĕсем. Икĕ пĕртăвана çапла ят панă Самар чăвашĕсем. Асли Алексей Васильевич ятлă, кĕçĕнни — Андрей Васильевич. Хушамачĕ Самарин пулать. Хăйсем вырăс, пурпĕр чăвашла чăвашран та таса калаçаççĕ. Калаçни кăна мар, хăйсене хăйсем чăваш тесе çӳреççĕ тата. Алексей фронтранах большевик пулса таврăннă, кĕçĕнни, учительте ĕçлеиĕскер, эсертан тухса, пиччĕшĕ хыççăн кайнă. Халĕ вăл та большевик.

Çак икĕ «вырăс чăвашăн» историне Сахар Çимуна малтанах каласа пĕлтерчĕ.

Хыр вăрманта, Самар юханшывĕ çинче, Ками-Сарма ятлă чăваш ялĕ ларать. Çав яла тахçан пĕр вырăс тимĕрçĕ пырса кĕнĕ, пырса кĕнĕ те çавăнтах пурăнма юлнă. Ками-Сармара унччен тимĕрçĕ пулман. Чăвашсем вырăса ялта юлма йăлăнса ӳкĕтленĕ. Тавралăх хитре пулнăран, ял çыннисем кăмăла кайнăран — килĕшнĕ вырăс. Халăх ăна Самар шывĕ хĕррине тимĕрçĕ лаççи туса лартма пулăшнă. Çынсен ырă кăмăлне манман вырăс, хăй те вăй çитнĕ таран чухăн пурăнакан халăха пулăшнă: кивçенле ĕçленĕ, ытлашши чухăн çын валли укçасăр ĕçлеме те хатĕр пулнă. Шутсăр юратса пăрахнă ял çыннисем çак ырă кăмăллă вырăса. Хĕр шыраса ялтан тухса ан кайтăр тесе, ăна хăвăртрах авлантарма тăрăшнă. Хĕрне çавах вăл хăех тупнă: пĕррехинче тимĕр-тăмăр таврашĕ сутма хула пасарне кайнă та пасартан пĕччен мар, иккĕн ларса килнĕ…

Вырăсăн чăн-чăн хушаматне никам та тĕплĕн пĕлмен. Кам та пулин ыйтсан, вăл кулса: «Самар шывĕ хĕрринче пурăнатăп — Самарин пулатăп ĕнтĕ», — тенĕ. Çапла Ками-Сарма тимĕрçи таврари çынсемшĕн Самарин пулса кайнă. Ачисене те кӳршĕ ялта тĕне кĕртнĕ чух Самарин тесе çыртарнă. Темле «айăпшăн» влаçсенчен тарса пурăннăран çапла хăтланнă иккен вăл.

Икĕ ывăл ачине тимĕрçĕ мĕнпур вайне хурса вĕрентме тăрăшнă. Ӳссе çитсен, аслине салтака илсе кайнă, кĕçĕнни учительте ĕçленĕ. Чăваш ялĕнче çуралса ӳснĕ вырăс ачисем чăвашла чăваш пекех калаçма вĕреннĕ.

— Вырăсла кăшт самайрах калаçма вĕреннĕ чăваш вырăс хушшинче хăй чăвашне палăртма хăрать, эсир, вырăс пулин те, чăвашран йĕрĕнместĕр. Сире уншăн чăваш çĕршывĕнче халех палăк лартас пулать, — сăмах хушрĕ Çимун паллашнă хыççăн.

Икĕ вырăс чăваш сассисене дуэт юрланă чухнехи пек кйлĕштерсе ахăлтатса кулса ячĕç. Вĕсем яланах çапла: пĕр-пĕр сăмах калас умĕн малтан ахăлтатса кулса илеççĕ. Кулса лăпланнă хыççăн тин сăмах пуçлаççĕ, сăмах хушшинче каллех хушăран ха-ха! тени илтĕнкелет.

— Вырăсăн чăвашран мăшкăлласа кулас йăла ĕлĕк чăнах та тĕл пулкалатчĕ. Çав йăла пире малтанах йĕрĕнтерчĕ. Эпир вара шăллăмпа, хамăра хамăр чăваш тесе, çав йăлана хирĕç протест тăватпăр.

— Чăвашла таса калаçатăн, çапах «протест» сăмаха вырăслах çавăрса хутăн-ха!

— Пичче салтакра нумай пурăнса чăвашла калаçма мана пуçланăччĕ. Эпĕ ăна çĕнĕрен вĕрентрĕм. Тепĕр тесен, «протест» сăмах вырăс сăмахĕ те мар вăл, ют чĕлхерен кĕрсе вырăсланнă. Халĕ ăна чăвашлатас пулать, — терĕ кĕçĕнни.

— Алексейпе Андрей, чăнах та, чăвашран та чăвашрах ĕнтĕ, — терĕ халиччен сăмах чĕнмесĕр ларнă Тайман Сахарĕ. — Иван Васильевич вĕсене чăваш салтакĕсем хушшинче ĕçлеттерет. Нумай чăваша большевиксем енне çавăрчĕç вĕсем.

— Алексей Васильевич, Андрей Васильевич, Иван Ва-сильевич, — тĕлĕнчĕ Çимун. — Виççĕшĕ те пĕртăван-и вĕсем? Лешĕ те вырăс чăваш-и?

— Çук, лешĕ Самарин мар, Воробьев. Вырăс мар вăл, чăн-чăн чăваш. Хăй китай çынни е яппун çынни сăнлă. Кусем, куратăн, епле хитре, яштака çынсем. Лешĕ пысăк мар, çинçешке этем. Пăхма — çитĕнмен каччă пек, пуçĕ вара… Аслă та пысăк вĕреннĕ çын ĕнтĕ. Ăна Куйбышев юлташ питĕ хисеплет. Хăвах курăн. Ыран паллаштарăпăр.

Тайман Сахарĕ çапла калаçса ларнă вăхăтра Çимун вырăс чăвашсене сăнаса ларчĕ. Чăнах питĕ хитре, кĕрнеклĕ йĕкĕтсем. Иккĕшĕ те пĕр сăнлă, кăвак куçлă çырă çынсем. Çапах расналăхĕ те пур. Кĕçĕннин пичĕ-куçĕ тăсăкрах, пĕвĕ вăрăмрах. Асли кăшт лутрарах, патвартарах. Пичĕ-куçĕ, шăллĕпе танлаштарса пăхсан, кăшт лапчăннă пек.

Чылайччен калаçса ларчĕç çак каç вĕсем пĕчĕкçĕ пӳртре. Çимун «хресчен» депутачĕсем вырнаçнă çурта таврăнмарĕ, çывăрма кунтах, вырăс чăвашсем патне юлчĕ. Анчах вĕсемпе пĕрле Дутова хирĕç çапăçма хăй те часах тухса каясса сисмерĕ-ха вăл.

Сурхури

Чулçырмара шурă та таса лăпкă хĕл кунĕсем тăраççĕ.

Çулла кунта шурăмпуç палăрнă-палăрман урам мĕкĕрме, мекеклетме, кĕмсĕртетме тытăнатчĕ. Анкартинче те, хирте те, вăрманта та тĕрлĕ сас-чӳ янăратчĕ. Халь пур çĕрте те шăп.

Шартлама сивĕ ир. Тавралăх шап-шурă. Йăмра тураттисем, лупас таврашĕнчи улăм пĕрчисем пас тытнипе шуралса хулăнланнă. Шурă мăрьесенчен шупка тĕтĕм тухса пĕлĕте кармашать.

Сăрă çерçисем хушшинче сарă пĕсехеллĕ кăсăясем чĕвиклетеççĕ. Хĕллехи хăнасем, çулла ялта мар, вăрманта та кураймăн вĕсене. Сивĕтсен, вăрман çимĕçĕ юр айне пулсан, çак çунатлă пĕчĕк чĕрĕ чунсем этем çывăхне вĕçсе килеççĕ.

Кăнтăрла виç-тăватă пуян хапхи яр уçăлать. Хапхаран лаши-сурăхĕ черетлĕн кĕпĕрленсе тухаççĕ. Пĕлĕте кармашнă пусă тараси чĕриклетсе пуççапма тытăнать. Пуян çапла шăварать выльăхне. Чухăнраххисем йышлă мар выльăха çăл валашкинчен те, лахханран та, витререн те шăвараççĕ.

Ача-пăча катаччи ярăннă çĕрте шавлакалать.

Урăх сас-хура илтĕнмест хĕллехи ял урамĕнче.

Мишша-салтак хăйĕн кăмăшка сăрăхтаракан пиччĕш патне каймарĕ, çакăнтах, Пăлаки патĕнче, Трашукпа пĕрле Çимуна кĕтсе пурăнчĕ. Çимунĕ раштава та таврăнмарĕ. Пăлаки вĕçсер хуйхăрса ахяатать. Хăйĕн ăшĕнче тарăн хуйхă пытарнă хĕрарăма Трашук та, Мишша-салтак та лăплантараймаççĕ.

Вырăс йăлипе хĕллехн чăн пысăк та чаплă праçник — раштав. Чăваш Христос çуралнă куна пачах хисеплемест теме çук. Ялта раштав çитсен тĕллĕн-тĕллĕн арçын ачасем тул çутăлличченех килĕрен çӳресе раштав юрри пĕли-пĕлми юрлаççĕ («Рашство твоя кристепошнаш»)… Тул çутăлсан, пуянрах пурăнакансем какай пельменĕ, чухăнсем улма пельменĕ е çăмах пĕçерсе çиеççĕ. Кăнтăрла мăн хĕрсемпе каччăсем кунĕпе хĕвелçаврăнăш тĕшĕлеççĕ. Чулçырмара престол праçникĕ — хĕллехи микула — раштавран чаплăрах иртет. Çапах микули те раштав пекех чиркӳ праçникĕ, урăхла каласан, вырăс праçникĕ.

Чăвашăн хăйĕн хĕллехи праçник пур, авалхи праçник — сурхури. Питĕ пысăк праçник вăл — çут тĕнчери чăн хăватлă, чăн авалхи турă — хĕвел — çĕнĕрен çуралнине пĕлтерекен уяв.

Çав праçник ятне теме курса панă чăваш халăхĕ. Сурăх ури, сурхури тенĕ. Тен, ĕлĕк-авал чăваш халăхĕ вăрманта мар, хир енче пурăнса сурăх нумай ĕрчетнĕ пуль. Тен, сурăх ури — юратнă какай, чаплă сăй пулнă пуль. Тен, сурхури праçникĕ те мĕскĕн хаяăх çителĕклĕ, тутă пурăнăç пирки ĕмĕтленнине кăтартнă пуль. Кам пĕлет. Ана ваттисем те манса пĕтнĕ. Халĕ чăваш, сурхури çитсен, сурăх тислĕкĕ евĕрлĕ йăва пĕçерет. Хĕрсем, çĕрле сурăх витине кĕрсе, пĕр-пĕр сурăха кайри ураран тытма тăрăшаçсĕ. Хура сурăх тытсан, хĕр каччи хура пулать, шурă сурăх тытсан, сарă качча каять вăл.

Елĕк-авал сурхури праçникне чăваш хĕллехи микула иртсен виççĕмĕш эрнекун тунă, теççĕ. Çапла пулнă пуль. Каярах сурхурине чăваш хушшинче тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ вăхăтра палăртма пуçланă. Хăшĕ раштав кунне сурхури тенĕ, хăшĕ — çĕнĕ çул каçне, хăшĕ — çĕнĕ çулпа крещени хушшинчи эрнене, хăше тата — крещени каçне çеç. Чулçырмасем сурхури праçникне çĕнĕ çул каç тăваççĕ.

Кăрлач сивви кăçал раштавчченех пуçланчĕ. Паян та шартлама сивĕ кун. Каç енне тата хытăрах сивĕтсе пăрахрĕ.

Тĕнчене кисрентернĕ пин те тăхăрçĕр вунçиччĕмĕш çул иртсе каять. Юлашки каç. Тĕнче кисреннĕ ĕнтĕ, анчах Чулçырмара пурнăç лăпкă-ха. Ыран Çĕнĕ çул. Малашне яла та кисрентерекен вунсаккăрмĕш çул пуçланать. Çыннисем сисеççĕ-ши çавна? Сисекеннисем те пур. Осокин хулана кайма хатĕрленет. Большевиксен уес комитечĕ чĕнсе илнĕ ăна. Мĕнле ĕçпе чĕнтернине Осокин чухлать. Вăл Самарта чухнех паянхи лару-тăру пирки Тайман Сахарĕпе тĕплĕн калаçнăччĕ.

— Манăн та Дутовсене хирĕç çапăçма вăхăт çитрĕ ĕнтĕ, — терĕ вăл Трашукпа калаçнă чух. — Тен, яла килмесĕрех кайнă пулăттăм та — эс чăрмантартăн мана, тăруках кӳлнĕ лашапа куç тĕлне пултăн.

Ыран мĕн пуласса Мăрзабай та сисет пуль, мурçиеш. Пуçĕ пăтранса кайнăскер, вăл пĕчченех шалти пӳлĕмре пĕчĕккĕн-пĕчеккĕн кăмăшка сăрăхтарса ларать, такампа калаçать хăй, тем мăкăртатать, такама юнаса илет. Çапах шухăшĕ пĕр йĕрпе пыма тăрăшать унăн: «Иртнĕ çул, пăтранчăк çул иртрĕ, пĕтрĕ. Çапла-и? Çук, суятăн. Çул мар, тĕнче пĕтсе килет. Светопреставление теççĕ вырăссем. Пре-ставление, пред-ставление. Чипуха! Чăваш вăйлăрах каланă: ахăр! Ахăрсамана. Урса кайнă, йĕркерен гухнă самана. Çапла мар-и? Çапла. Тĕнчи-самани урлă-пирлĕ те пуçхĕрлĕ пăтăрмашланнă. Виçĕ Якур власть пуласшăн. Тамаша! Питĕрте Ленин. Чулçырмара Виçĕ Якур. Ленин. Кам вăл Ленин? Чăвашсен тусĕ терĕ Çимун. Суять Çимун, суеçĕ, ултавçă вăл. Улталарĕ мана: раштава та, Çĕнĕ çула та киле таврăнмарĕ. Белянкинсем тахçанах таврăннă, вăл, путсĕр çын, большевиксен евчи, таврăнмарĕ. Эй, çăва патне Çимуна!.. Питĕрте Ленин. Оренбургра Дутов. Кам вăл Дутов? Атаман. Унăн йĕмĕ хĕрарăм кĕпи пек — хĕрлĕ хăмачлă. Шанмастăп зп сана, Дутов. Эс казаксен атаманĕ. Емĕрнех мужика кураймастăр эсир, казаксем. Эпĕ мужик. Чим-ха, кам каларĕ Мăрзабай мужик тесе? Мĕн вара? Мужик ĕнтĕ эп, улпут мар, казак мар. Хресчен эп. Крестьянин. Кресть-янин, хрнстианин. Христ… стоп! терĕ пĕр вырăс. Вырăс? Фальшин — вырăс. Ухмах вăл Фальшин. Пупĕ те ухмах. Большевиксене антихрист теççĕ. Çук, анти мар, христсем вĕсем, Христоссем. Тупата туршăн, Христоссем. Пурне те тан тăвасшăн, пĕр çăкăрпа пилĕк пин çынна тăрантарасшăн. Тăрантарĕç те! Шывран эрех тăваймĕç-и тата? Шывран эрех. А ман Тимук çăкăртан эрех тăвать. Путсĕр, ирсĕр çын. Çавă антихрист мар-и? Чим-ха… Болыневнксем Христос пек-и? Е Христосĕ большевик пулнă-и? Христос — большевик. Вот пупсене, фальшинсене çапла каласчĕ… Суятăн, Мăрзабай, Христос ĕмĕрне те болыпевик пулман вăл. Ухмах эс, Мăрзабай. Ан ĕç урăх. Ан ĕç тесе кам каларĕ? Пурпĕрех ĕçеп. Пысăк хуйхă ман пуçа çиет. Çимун мана пăрахса кайрĕ. Назар çухалнă. Хăйĕн генералĕсемпе пĕрле çухалнă, пĕтнĕ вăл. Назар пĕтсен, Мăрзабайăн ăрăвĕ те пĕтет… Çимун Мăрзабаях мар çав вăл. Пурпĕрех вăл та пĕтет… »

Çав вăхăтра хапха умĕнче ачасем шавлани илтĕнчĕ. Акă такмак каланă пек юрлама тытăнчĕç. Мăрзабай чӳрече патнех пырса итлесе тăчĕ.

Мучи, пире кĕртетни? Кĕртмесессĕн, каятпăр… Кĕртет, кĕртет, ан кайăр. Кинемей, пире кукăль пар. Паратни те памастни? Кукăль парсап, каймастпăр… Парать, парать, ан кайăр.

Çавах ачисем Мăрзабай хапхинчен кĕмерĕç. Пĕри, шухăраххи, юлашкинчен чӳречеренех кăшкăрчĕ: «Сурхури!.. Сурăхсем путек туччăр, арăмсем ача туччăр, хĕрсем хĕсĕр пулччăр!» Вара ача кĕтĕвĕ шавласа-кулса пуян пӳртĕнчен пăрăнса кайрĕ.

Мăрзабай сасартăк çилленсе ӳкрĕ, алăк уçса, тулти пӳртелле кăшкăрчĕ:

— Эй, кам пур унта? Тавăрăр ачасене! Кукăль парăр, йăва парăр, кĕрпе-çу парса ярăр!

Тулти пӳртре сас-хура пулмарĕ. Вара ватăла пуçланă Мăрзабай макăрса ячĕ. Пĕччен вăл çут тĕнчере. Пĕччен! Килтисем ăна пăрахса кайнă. Ял ачисем ун патне кĕме те хăраççĕ. Çимун улталарĕ. «Эх, Назар! Аçта эсĕ, Назар? Таврăн киле! Эс чурăс хурăнварсене хунăшăн ӳпкелешмĕттĕм тек… »

Сурхури-çке паян. Сурхури каç макăрма юрамасть. Мăрзабай, чышкипе куççульне сĕркелесе, тепĕр курка кăмăшка шаплаттарчĕ те юмăç пăхас терĕ.

Пĕррехинче Мăрзабай хуларан оракул — юмăç пăхмалли кĕнеке илсе килнĕччĕ. Çав кĕнекене арчаран туртса кăларчĕ вăл халь, шкапра тахçанах хатĕрлесе хунă урпа пĕрчине шыраса тупрĕ. Кĕнеке хуплашки çинче — ӳкерчĕк: çаврашка варрине пĕр ухмах пуçне кĕртсе лартнă. Урпа пĕрчине çӳле çĕклесе, çав ухмах çамки çине патлаттарса ӳкерчĕ Мăрзабай. Урпа пĕрчи сиккелесе пĕр йĕр çине кайса ӳкрĕ. Çирĕм çиччĕмĕш номер. Кĕнекине уçса, номерне шыраса тупрĕ Мăрзабай, вуларĕ: «Сан ăраскалу — хăвăн аллунта».

«Эй, ухмах, суятăн эсĕ. Араскал çук Мăрзабайăн — хăй аллинче те, çын аллинче те», — тесе кĕнекине çурса тăкма пикеннĕччĕ Мăрзабай — тулти пӳртре алăк шаклатрĕ. Вара вăл пĕчĕк ача пек хăраса ӳкрĕ те кĕнекине хăй айне хĕстерчĕ.

Наçтук килсе кĕчĕ, тӳрех арча патне пычĕ.

— Мĕн кирлĕ сана унта, хĕрĕм? — ыйтрĕ ашшĕ.

— Оракул кирлĕ. Кĕтерипе юмăç пăхас тетпĕр. Юмăç пăхмалли каç вĕт паян, атте.

— Сансăрах пĕлеп, — çиллессĕн мăкăртатрĕ ашшĕ. — Çуккă оракул. Сутса ятăм эп ăна, суять вăл, вырăс юмăçĕ. Ав, витене кайса сурăх тытăр. Сана тытмасан та юрать, сан каччу сарă.

Наçтук- тутине пăрса тухса кайрĕ. Мăрзабай тăчĕ те тĕрлĕ шухăшпа тарăхнă мухмăр-сухмăрла чунне кĕнеке çурса кантарчĕ.

Лешеккинчи хĕрсем те кĕçĕр юмăç пăхрĕс, хапха урлă пушмак е кĕççе атă парахса, хăш еннелле качча каяссине сăнарĕç. Оля çеç ниçта та тухмарĕ. «Ман юмăç пăхас вăхăтсем иртсе кайрĕç, арăм пулнă эпĕ, Рамаш. арăмĕ», — тесе шухăшларĕ те Рамаш патне çыру çырма ларчĕ.

Оля пĕчĕккĕ чух шкула виçĕ çул çӳрекеленĕ. Ытла шухă хĕрача пулнипе вăл начар вĕреннĕ, арçын ачасемпе çапăçнăшăн пĕрре çеç мар чĕркуççи çинче ларса та, кĕтесре ура, çинче тăрса та курнă. Шкула çӳреме пăрахнă хыççăн алла хут-кĕнеке тытса курман. Рамашпа паллашнăранпа вăл çырма çĕнĕрен вĕренчĕ тейĕн.

«Ах, Рамаш, Рамаш! — йĕрке хыççăн йĕрке чĕрмелет вăл кĕçĕр. — Тухса кайнă чух — таврăнатăп, туй тăвăпăр, çĕнĕ кĕпер хывăпăр терĕн. Таврăнас вырăнне таçта, тĕнче хĕррине, кайса ӳкрĕн. Упкелешместĕп, тунсăхланипе тарăхатăп. Чĕн мана, Рамаш!.. Çĕпĕре çити çуран кайăп, пăлан пулса чупăп, кăвакарчăн пулса вĕçĕп. Чĕн кăна. Пĕчченех юлатăп-çке кунта. Илюша кукка хыççăн Дутова хирĕç çапăçма каясшăн. Пĕр пуçа илнĕ япалана тăватех ĕнтĕ вăл… »

Чулçырмара вĕт-шакăр ачасем, каччăсем, хĕрсем ыран мĕн пуласса сисмеççĕ, пĕлмеççĕ, паянхи савăнăçпа çуйăхаççĕ. Ачалăхпа çамрăклăх савăнăçĕ култарать, выляттарать, юрлаттарать вĕсене.

Хĕрсем ыранхи каçран пуçласа крещеничченех, пилĕк каç, çĕрĕ ярса юрлĕç. Хăйсен шăпине шывлă витрере çĕрĕ шыраса, çĕрĕ кăларнă чух юрланă юрра сăнаса пĕлме тă-рăшĕç. Паян та вĕсем малашлăха тĕпчесе пăхаççĕ — хăшĕ сурăх ури тытса, хăшĕ кĕлетке туса, хăшĕ тата чăх тытса…

Кĕçĕр Шалтикăспа Тĕплĕ урам хĕрĕсем Ăльтук акка патне пухăнса ларнă. Каччисем те пухăннă, хăшĕ хутаç, хăшĕ такмак çакса пынă. Урамра вĕсене вĕт-шакăр ачасем кĕтсе тăраççĕ.

Зар Ехим хул урлă сарă такмак çакнă. Туй пуçĕ пек тапăртатса мала, Альтук акка патне, пырса тăчĕ вăл.

— Вăхăт çитнĕ, кайăр ĕнтĕ. Кĕрпе, пăрçа, çу ытларах пухса килĕр, кашăк илсе килме ан манăр, — терĕ Альтук акка. Каччăсене кнлĕрен çӳреме ăсатрĕ, хĕрсене чугун, куршак, чашăк илсе килме кăларса ячĕ.

Йăли çапла: малтан арçын ачаеем кашни киле кĕрсе сурхури юрри юрлаççĕ, вĕсене хуçисем кукăль, йăва парса яраççĕ. Кайран каччăсем вĕсен йĕрĕпе кĕрпе, çу пуçтарса çӳреççĕ.

Хветюк сурхури юрлама пĕлнĕрен Зар Ехим ăна ачасемпе ăсатрĕ. «Эсĕ, вĕт-шакăр атаманĕ пулса, сурхури юрласа пирĕншĕн çул уçса пырăн» — терĕ вăл. Хветюкĕ килĕшрĕ, анчах пуян килне кĕместпĕр, пуян пăттине çиместпĕр терĕ.

Каччăсем, урам тăрăх çӳресе, тулли хутаç-такмаксемпе таврăнсан, хĕрсем тулти пӳртре пăтă-нимĕр пĕçерме пикенчĕç. Каччăсем шалти пӳрте кĕрсе ларчĕç. Кун пек чух каччăсем вĕт-шакăра киле хăваласа яратчĕç. Паян вĕсене Хветюк хӳтĕлерĕ: «Пурте пĕр кĕтесре шăппăн ларăр. Шатра Микка юмах яма килет», — терĕ.

Шатра Микка — юмах ăсти — чăнахах килчĕ. Сурхури апачĕ пиçиччен пĕр вунă юмах ярса парать вăл.

Кĕтери Хветюка тулти пӳрте чĕнсе илчĕ те, пăшăлтата-пăшăлтата, ăна таçта ăсатса ячĕ.

Трашук сурхури вăййине кайма шутламарĕ. Кĕçĕр вĕсем Пăлаки патĕнче Мишша салтакпа лараççĕ. Осокинăн ыран хулана тухса каймалла. Пăлаки те вĕсене сурхури пирки астутармарĕ: иккĕшĕ пит кăмăллăн калаçса лараççĕ. Мишша салтак хăйĕн çамрăк тусне Ленин пурнăçĕ çинчен, Карл Маркспа Фридрих Энгельс çинчен каласа парать, «марксизм», «пролетариат» сăмахсем мĕне пĕлтернине ăнлантарать. Тен, ирчченех калаçса ларĕччĕç вĕсем, кĕç кĕтмен çĕртен Хветюк пырса кечĕ. Трашука сурхури пăтти çиме чĕнес шухăшпа килиĕ иккен вăл.

— Çук, çук, Хветюк, пымастăп. Пирĕн ĕç пур паян, — терĕ каччă. Мишша салтак урăхла шухăшларĕ.

— Сурхури пăтти тетĕн? Мĕнле унта сирĕн сурхури фронтĕнче? Каласа пар-ха пире те? — ыйтрĕ вăл ачаран.

— Мĕн мĕнли… Хĕрсем пăтă пĕçереççĕ, каччăсем юмах итлесе лараççĕ, Шатра Микка юмах çаптарать, — терĕ Хветюк. Хăй çавăнтах «хулăн» сасăпа Миккана витлесе илчĕ: — «Пурăннă, тет, пĕр патша… »

— Ну, артист эс, ача, — терĕ Осокин, кулса. — Елĕк сурхури пăтти çинĕ чух пуян каччăсемпе чухăн каччăсем çапăçатчĕç. Халь менле? Çапăçмастăр-и?

— Пирĕн урамра пуян каччăсем çук. Хаяр Макарпа Мăрзабай ывăлĕсем ялта пурăнмаççĕ. Вунă пуян каччă пулсан та, ирĕк памăпăр вĕсене. Парăнмăпăр. Халь Совет влаçĕ, — юрккăнланса хуравларĕ Хветюк.

— Маттур! — терĕ салтак, ура çине тăрса. — Атя-ха, Трашук, эпир те юмах кайса итлер.

— Ара, кайăр, кайăр, — хĕпĕртесе ӳкрĕ Пăлаки. — Эсĕ те каччă вĕт, Мишша хăта. Пирĕн пата сурхури ачисем килмерĕç. Этем йĕркинчен тухрăмăр пулать. Шалтикассем пире маннă. Малтикассем йышăнмаççĕ. Таçта анкартисем çумĕнче пурăнатпăр та… Кил-ха, Хветюк, кĕрпе парса ярам. Пирĕн сурăхсене те ан манăр.

— Ай, Пăлаки инке, кĕрпе унта килес çул пăтă пĕçермелĕх те çителĕклĕ. Иăва, кукăль парсан, илсе каятăп, — терĕ Хветюк. Çавăнтах: «Инке, пире кукăль пар. Парать, парать, ан кайăр», — тесе, салтака култарса ташласа илчĕ.

Пĕр хутаç кукăльпе йăва нарса ячĕ Пăлаки Хветюка, Трашука икĕ кашăк тыттарчĕ. Каччă илесшĕн марччĕ, анчах Мишша салтак: «Ил, ил. Сурхури пăтти çиме кирлĕ пулать. Халăх йăлинчен эпир те юлмăпăр», — терĕ те, хăех пĕр кашăкне илсе атă кунчине чикрĕ.

«Пурăннă, тет, пĕр патша», — тесе çĕнĕ юмах пуçланăччĕ Шатра Микка кусем Альтук аккан шалти пӳртне пырса кĕнĕ чух. Мишша-салтака курсан, юмахçă сăмахлама чарăнчĕ. Пурте салтак еннелле çаврăнса пăхрĕç.

— Ырă каç пултăр, каччăсем, пирĕн килес, — терĕ Осокин, кăмăллăн кулса, — Трашукпа иксĕмĕре йышăнатăр-и? Эпир те каччăсем вĕт. Сире юмах итлеме чăрмантармăпăр.

— Килĕрех, Михаил Антончă, иртсе ларăр, хăна пулăр, тĕпеле иртĕр, — пуриншĕп те саламларĕ юмахçă.

— Юмах итлеме килтĕмĕр, Никифор Иванович, — терĕ салтак çывăхраххисене алă парса тухнă хыççăн. — Сана юмах ăсти теççĕ. Патша мĕнле пурăнни çинчен каласа пар ĕнтĕ…

Шатра Микка хăйне çын вырăнне хурса «Иванович» тенĕшĕн пăлханнипе именсех ӳкрĕ, мĕнле юмах пуçланине те манса кайрĕ. Кăшт ӳсĕркелесе лăпланнă хыççăн çапах та вăл йĕре ксчĕ:

— Пирĕн юмах вĕçĕмсĕр вăл. Сун та суй. Çамрăксене йăпатас тенипе çеç суйса ларатăп. Эсĕ пире тĕрлĕ çĕрте çӳресе пурнăçра ху мĕн-мĕн курнисене каласа кăтарт-ха. Пирĕншĕн темле юмахран та хаклă пулĕ.

Осокин, çак сăмаха çеç кĕтсе ларакан çын пек, пĕр турткаланмасăрах:

— Юрать. Эпĕ те сире нĕр юмах ярса парам эппин, — терĕ. — Пурăннă, тет, пĕр патша, — Микка пекех пуçларĕ вăл юмахне. Шăпланнă ачасем пĕрне-пĕри куç.ран пăхса илчĕç. — Патши Микулай ятлă пулнă, халăх ăна «Юнлă Микулай» ят панă…

Тулти пӳртре хĕрсем пăшăлтатаççĕ:

— Мишша салтак килнĕ.

— Кам вăл? Ют ялсем-и?

— Арлă пуçпа мĕн туса çӳрет вăл каччăсем хушшинче?

Вара хĕрсене Альтук акка ăнлантарса лăплантарчĕ:

— Тимĕркке мучи пнччĕшĕн ывăлĕ вĕт вăл. Эпир хĕр чух каччăра çӳретчĕ. Салтака кайни вунă çул ытла пуль. Халĕ те авланман-ха. Иĕкĕтех пулать ĕнтĕ.

Осокинĕ тепĕр пӳлĕмре хăй юмахне малалла тăсать. Микулай патшаран пуçларĕ салтак сăмахне. Унтан çав Микулай патшан аслашшĕне революционерсем вĕлерни çинчен, Ленин пиччĕшĕ мĕншĕн пуçне хуни çинчен юмахласа каласа пачĕ. Çамрăксем сывлăш çавăрмасăр итлесе ларчĕç. Юмахçă Ленинпа Октябрь революцийĕ çинчен калама тытăнсан, салтак чăн пулса иртнĕ пурнăç çинчен юмахланине Шатра Микка çеç мар, каччăсем те, Хветюк ушкăнĕнчи ачасем те тавçăра пуçларĕç.

Пăтă пиçсен, Альтук акка каччăсене чĕнме алăк уçнăччĕ, анчах салтак юмах янине курсан, сăмах чĕнмерĕ, хăй те хăлхине тăратса итле пуçларĕ. Вара хĕрсем те шăппăн алăк патне пырса кĕпĕрленчеç.

— Малаллине хам та пĕлместĕп, — терĕ салтак юлашкинчен. — Малалли пулать-ха. Мĕн пулнине килес çул, тепĕр сурхури тунă чух каласа парăп… Халĕ сурхури пăтти çиме вăхăт çитнĕ, ав. Хĕрсем пире кĕтсе тăраççĕ.

Салтак ура çине тăчĕ, атă-кунчинчен кашăк туртса кăларчĕ. Çавна курсан, пурте кулса ячĕç, пăтă çиме хатĕрленчĕç.

Сурхури апачĕ пĕтсен, çур çĕр автанĕсем авăтсан, хĕрсемпе каччăсем урама тухрĕç. Унта Хветюк хăй ачисемпе виç-тăват купа улăм хатĕрлесе хунă. Каччăсем улăм куписем патне чупрĕç. Зар Ехим çывăхри купа патне пырса кукленчĕ. Çав вăхăтрах ун умĕнче çулăм ялкăшма пуçларĕ.

Урамра улăм çунтарса, вут урлă сиксе вĕçлерĕç каччăсем сурхури каçне. Çĕнĕ кун, Çĕнĕ çул пуçланчĕ.

Трашукпа Мишша салтак кĕпер урлă каçса сăрталла пăрăнчĕç. Малтикасра та, кĕпер çывăхĕнчех, каччăсем вут урлă сикеççĕ.

— Вут урлă сикес йăла ахальтен мар пуçланса кайнă, — терĕ Осокин. — Чăваш хĕвеле турă вырăнне хурса хисепленине пĕлтерет вăл. Кун вăрăмлана пуçланăшăн савăннипе çак йăлана пуçласа янă халăх.

Альтук акка патĕнче Кĕтерипе пĕрле Наçтук та пулнăччĕ. Каччăсем вут урлă сикнине вĕсем айккинчен сăнаса тăчĕç. Кайран, килкартине кĕрсен, Кĕтери акамне çанăран тытса чарчĕ.

— Кĕçĕр эпир хĕр шăпине тĕпчеймерĕмĕр. Атя, витене кĕрсе, сурăх ури тытар, — терĕ вăл.

— Витере вараланса çӳриччен, атя луччă кĕлетке тăвар, — сурăх ури тытасшăн мар пулса каларĕ Наçтукĕ. Хĕрсем вара карта хыçне тухрĕç те таса юр çине месерле кайса выртрĕç.

Кĕлетке сăнама вĕсем тул çутăлнă-çутăлман тухрĕç.

— Пуян килне качча каяп, — терĕ Кĕтери, ихĕлтетсе, Унăн кĕлетки çине пучахлă улăм пĕрчи пырса выртнă иккен.

— Эпĕ вилетĕп, — терĕ Наçтук, кулмасăрах. — Ман кĕлетке улăм кĕлĕпе вараланнă. Пурнăçăм улăм купи пек çунса кĕлленет пуль.

— Тĕрĕс каламаççĕ паян пирĕн кслеткесем, — чăннипех пăшăрхана пуçланă Наçтука лăплантарасшăн пулчĕ Кĕтери. — Эпир çур çĕр иртсен кĕлетке турăмăр. Сурăх урине çур çĕрччен тытаççĕ.

Наçтук Кĕтерие хирĕç сăмах чĕнмерĕ, пуçне чиксе, килкартине кĕрсе кайрĕ.

Хăйĕн мĕскĕн шăшше чăнахах сисрĕ пуль хĕр.

Пĕччен юлнă Кĕтери пĕр вырăнта тăчĕ-тăчĕ те хăй ăссĕн çуйăхса илчĕ:

— Ман кĕлетке çине пуш пучах ӳкни савăнтарчĕ тетним вара? Кĕтсех тăр! Пуян килĕ çине лач суратăп эпĕ, ак çапла! — шухă хĕр, чăнах та, улăм пĕрчи çине сурчĕ те, ташланă пек тапăртатса, хăйĕи кĕлеткине те, Наçтукăнне те таптаса хăварчĕ.

Комиссар эмелĕ

Урал казакĕсен атамаиĕ Дутов, октябрь хыпарĕ Оренбурга çитсенех, большевиксен комиссарĕсене — вăтăр икĕ комиссара — тĕрмене хупнă. Лешсем унта нумаях ларман, ирĕкре юлнă юлташĕсем пулăшнипе тĕрмерен ушкăнĕпех тарма пĕлнĕ. Çав кунах вĕсем Оренбургри ĕçсем пирки шанчăклă. телеграфистсем урлă Ленин патне телеграмма çаптарнă.

Кĕç Совет правительстви хушнипе Питĕртен чрезвычайнăй комиссар, Кобозев юлташ, Самара килсе çитнĕ. Дутовăн вунă пинлĕ çарĕпе çапăçма Самартан Кобозев ертсе кайнă «çарта» малтан… икçĕр хĕрлĕ гвардеец çеç пулнă. Дутов атамана йĕрĕх аташтарнă пулас. Вăл хăех комиссарсен çирĕм пинлĕ çарĕ пирки сӳпĕлтетсе шуррисем хушшинче хуйхаштаракан хыпар сарнă. «Йĕрĕхĕсем» чăнах та пулнах иккен — икĕ çамрăк телеграфист. Кобозев Пăслăка çитсен, Оренбурга, вăрттăн ĕçлекен комиссарсем патне, телеграмма çаптарнă, унта вăл 200 хĕрлĕ гвардеец пирки асăннă. Пăслăкри телеграфист, Оренбургри юлташсене ытларах хавхалантарас тесе, 200 çумне тепĕр нуль хушнă. Тăваттăмĕш ункине Оренбургри телеграфист хăйĕнчен хушса хунă.

Çав вăхăтрах Челябинск енчен те пысăк мар отряд Оренбург еннелле васканă. Çак икĕ хыпара Дутов штабĕнче пĕрлештернĕ те: «Блюхер генерал çирĕм пинлĕ корпус ертсе килет», — тесе хăйсен атаманне ĕнентернĕ.

Василий Блюхер генерал пулман. Вăл салтак тата… комиссар пулнă. Ана Самарти ревком, Челябинекра вăй пухса, Дутов çарне çурçĕр енчен таиăнма хушса янă.

Пинсем пулман çав ун чух Блюхерпа Кобозев отрячĕсенче. Çапах шурă казаксен çарне татăклă тапăнас вăхăтра комиссарсен çарĕ виçĕ пинрен ирте пуçланă. Самар, Челябинск, Екатеринбург, Ĕпхӳ рабочийĕсем, хĕçпăшалланса, Совет влаçĕшĕн çапăçма харăс çĕкленнĕ. Вĕсен çумне Питĕртен Павлов мичман ертсе килнĕ моряксен отрячĕ хутшăннă.

Дутовăн вунă-вуникĕ пинлĕ çарне комиссарсен виçĕ пинлĕ çарĕ çĕнтерет. Тинех Оренбургра та вара, ик-виçĕ уйăха кая юлсан та пулин, Совет влаçĕ йĕркеленет. Дутов тĕрминчен тарса хăтăлнă вăтăр икĕ комиссартан хăшĕ вăрçăра вилеççĕ. Чĕрĕ юлнисемшĕн ĕç мăй таран. Дутовăн арканса пĕтеймен çарĕпе те çапăçмалла, Совет ĕçне те — хулара, ялсенче, станицăсенче — пуçарса ямалла. Ревкомсем, комиссарсем таçта та кирлĕ. Сахалрах çав вĕсем халлĕхе, çителĕксĕр. Çавăнпа та ревком çапăçура суранланнă комиссара, Батурин юлташа, сывалса выртнă хушăрах госпиталь комиссарĕ пулма хушать.

Уйăх иртнĕ çĕре комиссар сывала пуçларĕ, çавах ун пуçне сырнă шурă сурпана салтмаççĕ-ха. Палата-кабинетри диван çинче, кăшт канма выртнă çын пек, пуçне алăпа тĕвелесе выртать вăл.

Алăка шаккамасăр палатăна сестра чупса кĕчĕ.

— Кулать, кулать, комиссар юлташ! Тупата туршăн, кулать, — пăлханса кăшкăрчĕ вăл.

— Лăпланăр, Лидия Семеновна. Кам кулать, камран кулать? — ăнланаймарĕ Батурин комиссар.

— Николаев тăна кĕнĕ. Икĕ уйăхри чĕчĕ ачи пек, тутипе çеç йăл кулса выртать.

Николаев салтака шанчăксăр палатăна вырнаçтарнă пулнă. Вилнĕ тесе, ăна морга та йăтса кайма пултарнă. Анчах Батурин комиссара Кобозев комиссар Николаева хытă пăхма хушса хăварнă.

Батурин вăл — рабочн. Дутова хнрĕç çапăçма Блюхерпа пĕрле Самартанах çĕкленсе тухнă хĕрлĕ гвардеецсенчен пери. Блюхер çинчен лайăх пĕлнĕ Батурин. Лешĕ, империализм вăрçинче салтак пулса çапăçнăскер, пĕтĕмпех суранланса пĕтнĕ. Юлашки хут йывăр аманнă хыççăн Блюхера, вилнĕ тесе, темиçĕ хут та çар госпнталĕнчи палатаран морга ăсатнă. «Вилĕ» салтака кашнинчех пĕр ăста профессор вăхăтра ĕлкĕрсе çăлса хăварнă. Унăн чĕри яланлăха тапма чарăнманнине пĕлнĕ çав профессор. Çакна асра тытса, Батурин комиссар та Николаева тăруках морга ăсатма хушман. Главнăй врача çакă тарăхтарса янă, анчах вăл сывалса çитмен комиссара вăрçса пăлхантăрас мар, хăй те морга лекме пултарĕ тата тенĕ те питех шарламан.

Николаев ятне илтсен, Батурин комиссар халĕ яшт! сиксе тăчĕ, çав самантрах пуçне икĕ аллйпе те çавăрса тытрĕ:

— Главнăй пĕлет-и? — ыйтрĕ вăл йăвашланнă сасăпа,

— Çук-ха. Эпĕ, эсир хушнă пек, тӳрех кунта васкарăм.

— Тавтапуç. Пырăр, Николай Петровича пĕлтерĕр малтан. Эпĕ каярах кĕрсе курăп.

Главнăй врач шанчăксăр салтака пырса пăхса тăчĕ те: «Тăна кĕни питех палăрмасть-ха. Хăй калаçа пуçличчен ан сăмахлăр унпа», — терĕ.

Уйăх ытла тăна кĕмесĕр, хушăран аташса, хушăран йынăшса, тепĕр чух сывлăш палăртмасăр выртнă Çимун. Кăшт тăна кĕрсенех, унччен мĕн пулнине аса илсе, шухăша кайрĕ вăл.

«Пурне те улталарăм, — шухăшлать Çимун, — хама та улталарăм. Замана! — тейĕн çав Тимеркке пичче пек. Пăлакие улталарăм: вăрçа каймастăп, халь алă çĕклесе çеç çапăçатпăр терĕм; мучипе Белянкина улталарăм: вĕсен хресчен съездне пăрахса, большевиксен штабне пырса лекрĕм; Тайман Сахарĕпе Воробьев юлташа улталарăм: эпĕ сывă çын, Совет влаçĕшĕн çапăçма хатĕр терĕм; хама хам улталарăм: нимле партипе çыхланас мар тесе пурăннă çĕртех болыневик пулса тăтăм… »

Çакăн чухлĕ çынна çеç мар, юлашкинчен тата, тепĕр япалана — чи хăрушшине улталарĕ Мăрзабай Çимунĕ, çак кунтан пуçласа сывалас енне кайрĕ. Çапла, вилĕме те улталама пултарчĕ вăл.

Ытлашши калаçма хушмаççĕ-ха ăна. Çавăнпа Çимун, иртнĕ кунсене аса илсе, шухăша кайса, шăппăн выртать.

«Эпĕ — чăнахах чĕре хушнипе большевик пултăм-и? Е çын хыççăн кайса çеç пуçа кирлĕ мар çĕре пырса чикрĕм-ши?» — çапла шухăшлать те Çимуи çавăнтах хăйне хăй ӳкĕтлеме тытăнать: «Çук, çын хыççăн кайнине çеç мар. Пурнăçра тĕллев тупăнчĕ. Большевик ятне илтнĕ хыççăн çунат хушăннă пек туйăнчĕ. Пĕтĕм халăх пурнăçне лайăхлатасшăн çапăçатпăр».

Çын хыççăн кайни те кăшт пулнă пуль. Тайман Сахарĕпе тĕл пулман пулсан, Самаринсемпе паллашман пулсан, Çимун тахçанах киле таврăнĕччĕ-ха. Çапах та ăна ытлашши ӳкĕтлемерĕç, ирĕксерлемерĕç. Хула хĕрринчи пĕчĕкçĕ пӳртре вырăс чăвашсем каçхине янраттарсах юрă юрланăччĕ, «Интернационала» чăвашла та куçарса кĕвĕленĕччĕ. «В интернационале воспрянет род людской» тени этем ăрăвĕ чĕрĕлсе, çĕнелсе ура çинĕ тăрĕ тени пулать ĕнтĕ. Уншăн юн тăксан та, пуç хурсан та, патша çарĕнче çапăçнă пек кăлăх пулмасть», — терĕç çавăн чух вырăс чăвашсем Çимуна. Унсăр пуçне Мăрзабай таврашĕ хăй Воробьевпа калаçнине тата Куйбышев юлташ сăмахне итленине лайăх астăвать.

Воробьев питĕ вăр-вар çын иккен. Сăмахне вăл хăвăрт-хăвăрт каласа хурать, сывлăш çавăрмасăр тенĕ пек калаçать. Чи малтанах вăл Çимунран Мăрзабай Павăлĕ çин-чен ыйтса тĕпчерĕ. Кайран кĕтмен çĕртен:

— Большевиксене мĕн шухăшпа кăмăллатăн? — тесĕ хучĕ.

— Российăра йĕркелĕх çук. Большевиксем йĕркелĕх тăвасшăн, — хăй шухăшне унччен мучăшне каланă пек, тӳрех каласа пачĕ Çимун.

— Большевиксемсĕр пуçне, йĕркелĕх тума пултаракан парти урăх çук тесе шухăшлатăн-им?

— Çуккă!

Воробьев куçĕсем, кулнă пек пулса, çиçĕм çиçтерчĕç те каллех хурçă тĕслĕ пулчĕç.

— Совет влаçĕшĕн хĕçпăшал тытса çап-ăçма хатĕр-и? — ыйтрĕ сасартăк Иван Васильевич.

Çимун кун пирки нихçан та шухăшламанччĕ. Халĕ те шухăшласа ĕлкĕреймерĕ, чĕлхи хăех: «Хатĕр!» — терĕ.

Çапла Мăрзабай Çимунĕ большевик пулса тăчĕ, тепĕр кун Воробьевпа, Самаринсемпе пĕрле алла винтовка тытрĕ.

Ревком председателĕ, Куйбышев юлташ, çар çыннисене ăсатнă чух сăмах каларĕ:

— Юлташсем! Революци тăшманĕсем Совет влаçне хирĕç пăлхав çĕклерĕç, — терĕ вăл ун чух. — Каледин Дон çинче, Дутов Урал таврашĕнче пире хирĕç вăй пухса Совет влаçне мĕнпур Россия çĕршывĕпе пĕтерсе хурасшăн, рабочипе хресчен ĕнси çине капиталистсемпе помещиксене çĕнĕрен лартасшăн. Ленин юлташ пĕтĕм ĕçхалăхне контрреволюцие хирĕç çĕкленме чĕнет. Самар пролетариачĕ хăйĕн мухтавлă ятне çĕртес çук…

Куйбышев юлташ сăмахĕсене Çимун халĕ те манман, нихçан та манас çук. Хăй те куç умĕнче тăрать: вăтăрсене çитнĕ çӳллĕ, тĕреклĕ çын. Тăваткал çамки сарлака, кăшт кăтраланса тăракан хура çӳçĕ арăслан çилхи пек, янах таврашĕ çап-çара — кулленех хырăиать пуль. Хулăн сасси унан кăшт урмăшрах, куçĕсем вара çын çине кăмăллăн пăхаççĕ. Хăйне генерал ывăлĕ, теççĕ, пурпĕр вăл рабочисемпе юлташ лек, тус пек калаçать. Рабочисем тем пек юратаççĕ ăна. Вăл хăй те революциччен парти хушнипе çакăнти пĕр заводра рабочи пулса ĕçленĕ, тет. Ун чух Куйбышев патша жандармĕсенчен пытанса пурăннă, ятне те улăштарнă, Адамчик ятлă пулнă…

Малалли ĕçсем тепитĕ хăвăрт пулса иртрĕç. Татăклă çапăçăва пурте пĕрле кайрĕç вĕсем. Тайман Сахарне çеç, вăл çамрăк çын мар тесе, Воробьев вырăнĕнче ĕçлеме Самарта хăварчĕç. Пысăк отряд поезд çине тиенчĕ. Каргала станци таврашĕнче çапăçу пулчĕ. Çимун ыттисемпе пĕрле урра! кăшкăрса тăшмана хирĕç чупрĕ… Урăх аса илмеллй те çук. Хăйшĕн çутă тĕнче епле хупланнине астумасть Çимун. Халь тин кăшт уçăлчĕ çав тĕнче. Шурă тĕслĕ иккен вăл: мачча шурă, стенасем шурă, алăк шурă, сестра тумĕ те шурă. Нимĕнле сасă илтĕнмест.

Чĕмсĕр салтак патне шурă пуçлă комиссар кĕркеле пуçларĕ. Пĕррехинче тата тепĕр комиссар госпитальте выртакан Николаев хушаматлă салтака курма килнĕ. Главнăй кĕртесшĕн пулман ăна, тепĕр эрнерен килсе курма хушнă. Комиссар килĕшмен.

— Хам ирĕкпе мар, Кобозев юлташ хушнипе килтĕм, — тенĕ вăл. — Эрне кĕтме вăхăт çук. Дутов Верхне-Уральск таврашне пырса тухнă. Тепĕр сехетрен çавăнта тухса каятпăр. Ан пăшăрханăр, Николай Петрович. Суранлă салтакшăн юлташпа курнăçни эмел вырăнне пулĕ.

Главнăй врач вара комиссара пилĕк минутлăха палатăна кĕртме килĕшнĕ, анчах салтака калаçтарма хушман.

Çапла, Çимун пĕччен выртакан палатăна икĕ комиссар пырса кĕчĕç.

Çимун çĕнĕ комиссара тӳрех палларĕ те тĕлĕнсе кайрĕ.

— Эй, турăçăм! Кăяш Тимкки, Авандеев юлташ! Эс вара ăçтан килсе тухрăн? — пуçне çĕклеме пăхрĕ салтак.

— Ан хускал. Лăпкă вырт, ан калаç, атту главнăй хă-валаса ярать пире. Эс ху кам пултăн вара, мана ăçтан пĕлетĕн?

Çимун хăй камне каласан, Авандеев хытсах кайрĕ. Ак тамаша! Мăрзабай таврашĕ — хĕрлĕ гвардеец, большевик?!

— Мĕнле вара эп камне пĕлмесĕрех килтĕн ман пата? — тĕлĕнет Çимунĕ те.

— Юрĕ, юрĕ. Пĕтĕмпех каласа парăп. Эс шарламасăр итлесе вырт. Воробьев юлташ хăй сана çакăнта леçсе хăварнă. Самара таврăнас умĕн вăл сан пирки Кобозев юлташа каласа кăтартнă. Петр Алексеевич халь Мускава кайрĕ. Воробьев сăмахне манман вăл, мана госпитале кĕрсе курма хушса хăварчĕ. Хушаматне çеç каларĕ. Николаевсем сахал-и тĕнчере. Тĕрĕссипе, эс çав хушаматпа çырăннине пĕлмен те эпĕ.

— Сухоречка вырăсне, Радаев юлташа, тĕл пулман-и эсир? Большевик вăл. Дутовпа çапăçма манран маларах кайрĕ. Çавна курас килет, — калаçмасăр тӳсеймерĕ Çимун.

— Ун пирки илтмен. Тупма тăрăшăп. Тупсан, сан патна килсе курма хушăп, — терĕ Авандеев. Хăй тем пирки те тĕпчесшĕнччĕ Мăрзабай таврашне, — ытла хавшак çынна калаçтарма аван мар.

— Юрĕ, Семен Тимофеевич, сывал часрах, — терĕ вара Кăяш Тимкки. — Дутова, ак, пуçĕпех аркатса тăкăпăр та, каллех сан патна килĕп. Пĕрле Самара кайăпăр ун чух. Эпĕ ссылкăран таврăннăранпа Тайман Сахарне те, Куйбышев юлташа та кураймарăм-ха. Валериан Владимировичпа эпир Çĕпĕрте пĕрле пулнăччĕ…

Комиссарсене урăх калаçтармарĕç. Главнăй врач вĕсене вăйпа тенĕ пекех палатăран хăваласа кăларчĕ.

— Мĕнле пек? Хальтерех ура çине тăрасса шанма пулать-и? — ыйтрĕ главнăй врачран Авандеев.

— Çынна шеллеместĕр эсир, большевиксем, — терĕ ку, икĕ комиссартан хăрамасăрах. — Ана ĕлĕкхи суранĕпех килне ăсатмалла пулнă, эсир инвалида татах çапăçтарасшăн. Хальхи суранĕнчен тахçанах сывалнă пулĕччĕ, кивĕ суранĕ аптратать ăна. Самайлансан та, ик-виç уйăхсăр тухаймасть пуль. Кирлĕ эмелсем çук çав пирĕн. Çамрăк организм хăй вăйĕпе вилĕме çĕнтерессе çеç шанатăп.

— Ав, мĕнле çынсем пирĕн, Ииколай Петрович! — шухăша кайнă пек пулса хуравларĕ Авандеев. — Каламарĕ-çке пире Николаев кивĕ суранĕсем пирки. Хăй ирĕкĕпе Совет влаçĕшĕн çапăçма кайрĕ.

Тĕрĕссипе, Авандеев кун пирки хăй те пĕлмест-ха. Урăхла тума пултарайманнине çеç пĕлет вăл: Дутовпа çапăçакан çарта — пурте хĕрлĕ гвардеецсем, доброволецсем.

— Главнăй сирĕн мăркама юратать пулин те, хăй аванçын пек курăнать, — терĕ Авандеев Батуринпа уйрăм калаçнă чух. — Ытти персонал мĕнле?

— Лайăх çынсем. Çĕнĕ йĕркесем, тен, хăшпĕрин кăмăлне каймаççĕ пуль те, хăйсен ĕçне пурпĕр йĕркеллех тăваççĕ. Саботаж тени палăрмасть.

— Асту, комиссар, госпитальти ĕçсемшĕн ревком умĕнче эсĕ ответлă. Николаев пирки ан ман. Сăнасах тăр. Хăйĕнпе калаçнă чух çĕнĕ хыпарсем каласа йăпат, хавхалантар.

— Ун валли çырусем пур. Памарăм-ха, — терĕ Батурин.

— Кам çырать?

Виçĕ çыру кăларса хучĕ Батурин..

— Аха! — хĕпĕртерĕ Авандеев. — Ку Воробьев çырăвĕ, ку Самаринран. Ак ку вара Тайманкин-юлташран пулчĕ. Чăн малтан çак армак-чармак çырнă çырăва вулаттар. Анаçыракан çын Николаевпа пĕр ялсем, ашшĕн тусĕ…

Ашă сăмах госпиталь комиссарне хăйне те кирлĕ çав.

— Мана та хăвăнпа пĕрле илсе кай пĕрех хут, — терĕ Батурин юлашкинчен йăваш сасăпа. — Ытла кичем кунта. Мана Самартан Блюхерпа пĕрле госпитальте комиссар пулма яманччĕ вĕт.

— Ăçтан пĕлен? — ăшшăн кулчĕ Авандеев. — Паян ăçта кирлĕрех, çавăнта тăратать пире революци. Эсĕ кунта кирлĕрех… Юрĕ, юрĕ, пуçăнти шурă сурпанна салтсан, курăпăр унта.

Авандеев комнссара ăсатсан, Батурин комиссар тахçанах килнĕ çырусем çинчен главнăй врача пĕлтерчĕ. Çырусене Авандеев черетпе пама хушнине те каларĕ.

— Тĕлĕнмелле çынсем эсир, комиссарсем, — терĕ вара главврач кăмăллăн. — Медицина туйăмĕ те пур иккен сирĕн. Ку çырусем чи лайăх эмел вырăнне пулĕç. Вулаттарасса ăна хăйне вулаттарма юрамасть. Ан тив, Лидия Семеновна вуласа патăр. Çав сестрана пуринчен ытла кăмăллать иирĕн салтак.

Çук, сестра вуласа параймарĕ çырусене. Лидпя Семеновна тем такăнса тăнăран, главнăй хăй вулама пикенчĕ.

Çимун савăккăн сасă кăларчĕ: «Чăвашла çырнă пуль. Хамах вулăп», — терĕ. Николай Петрович ирĕксĕрех тыттарчĕ вара ăна уçнă çырăва. Хăй Батурин патне кĕрсе çĕтĕлме тытăнчĕ:

— Каналья! Улталарĕ пире леш комиссар. Николаев вырăс маррине каламарĕ. Усал эксперимент турăмăр пулать. Карандашпа аран-аран чĕрмеленĕ. çырăва вулама сывă çыншăн та çăмăл мар. Пĕлнĕ пулсан, тата тепĕр эрне тăхтамаллаччĕ. Тепре килсе лектĕр-ха! Нимпе те кĕртместĕп урăх ултавçă комиссара.

— Авандеев юлташ ун пирки шухăшламан пуль çав, — хӳтĕлеме пăхрĕ Батурин айăпсăр юлташне. — Кам мĕнле халăх çыннине мансах каятпăр эпир. Мĕншĕн тесен — интернационал!

— Интернационал. Тĕрлĕ хитре самахсем калама вĕреннĕ эсир. Анчах сăмах пĕлтерĕшĕсене хăвăр та чухламастăр.

— Чухлатпăр, Николай Петрович. Революцишĕн пирĕнпе пĕрле ют çĕршывсенчи халăхсем те çапăçаççĕ: чехсем, мадьярсем, Серби, Венгри çыннисем. Интернационал мар-и?

Кусем çапла шавлакаланă вăхăтра Çимун «кăранташпа аран чĕрмеленĕ» çырăва каçса кайса вулать. Хыпарĕсем тĕрлĕрен: савăнмалли те, кулянмалли те пур. Самарта халь чăваш большевиксенчен пĕр Воробьев юлташ çеç юлнă, ыттисем тырăшăн çанăçма кĕиĕрне тăрăх саланнă: Алексей Самарин çурçĕрелле кайнă, Андрейĕ — кăнтăралла, Тайман Сахарĕ — хĕвелтухăçнелле, чăвашсем йышлăн пурăнакан Пăрслан уесне. Тăшман Самар хулинче те алхаса пуçланă. Воробьевсем Оренбург таврашĕнче çапаçнă вăхăтра Самарти контрăсем Шурă çурта бомба пăрахнă. Воробьев пӳлĕмĕ веçех ишĕлсе арканна. Тайман Сахарĕ çавăн чух ăнсăртран çăлăнса юлнă…

Çимуна Самарти тусĕсем манман иккен, ун пирки хăйсем хушшинче нумай калаçнă, ăна кивĕ суранĕсем пирки юлташĕсене каламаншăн хытă вăрçнă. Халь ун сывлăхĕ пирки пăшăрханаççĕ.

Тăйман Сахарĕ Çимун суранланса госпитальте выртни çинчен яла, Трашук патне, çырса пĕлтернĕ…

«Сахар пичче халĕ те çемйине тăван яла куçарма ерçеймест, мĕскĕн. Епле пулăшас-ши ăна? Епле? Трашук патне çыру çырас… »

Паян Тайман çырăвне вуланă хыççăн çапла шухăшласа выртрĕ Çимун, тепĕр кунне Трашукран хăйĕнчен çыру илчĕ. Ялтан килнĕ çырăва Батурин главнăйне систермесĕр хăех салтака пырса пачĕ.

Комиссар, алăк умĕнче капланса, шурă халатне саркаласа тăрать. Çимун, хушăран кулкаласа, çамрăк туеен çырăвне вуласа выртать. Кунта та тĕлĕнмелли хыпарсем пайтах иккен. «Нумай салтак яла таврăнчĕç», — тенĕ Трашук юлашкинчен.

Çак хыпар пуринчен ытла тĕлĕнтерчĕ Çимуна. Тăшман йĕри-тавра хупăрлать. Çав вăхăтрах салтаксене киле яраççĕ. Кам хӳтĕлĕ вара Совет влаçне? Çавăн пирки комиссартан ыйтрĕ Çимун. Батурин салтак аллинчи çырăва илсе пытарчĕ те, алăк енне пăхкаласа, сăмах пуçларĕ:

— Салтаксем ывăнса çитнĕ. Хăйсене хăйсемех демобилизацилеççĕ, Совет влаçĕ чармасть вĕсене, ан тив, канччăр. Анчах инкекĕ пур çав. Эпир Дутова хирĕç вăй пухнă вăхăтра фронтовиксем полкĕ-полкĕпе килелле тапранчĕç. Нумайăшĕ хĕçпăшалне те пăрахса хăварман. Ялта халь хĕçпăшал сахал мар. Вăл эсерсен, офицерсен, кулаксен аллине лекме пултарать…

Коридорта ура сасси илтенчĕ. Комиссар, куçне хĕссе, алăк патне çывхарчĕ. Алăкран шурă халатсем килсе кĕнĕ вăхăтра Çимун куçне хупрĕ, «çывăрса кайрĕ».

Виççĕмĕш çыру Андрей Самаринран пулчĕ. Çыру вуланă чух вырăс чăвашсем иккĕшĕ те куç умне килсе тă-чĕç. Тем ахăрса кулаççĕ. Анчах Андрей çырăвĕнче кулăшла япаласем çук çав. Вăл Сахартан та уççăнрах çырать:

«Виççĕн виç еннелле продовольстви фронтне ăсантăмăр эпир. Вăрçăран санран пуçне пурте сывă таврăнтăмăр, ку фронтран таврăнасси тепле пулать ĕнтĕ. Кунта та юнлă çапăçу. Кулаксем пирĕн йышшисене вăрттăн переççĕ. Тепĕр чух, тӳрех хĕçпăшаллă пăлхав çĕклесе, пĕтĕм уеса пăтратма тытăнаççĕ. Эсерсемпе офицерсем Совет влаçне хирĕç кĕрешме хресченсене хĕтĕртсех тăраççĕ. Пирĕн те хĕçпăшаллă отрядсем тумалла пулчĕ. Уесри çар комиссарĕ Василий Чапаев малтан пысăк мар отрядпа уес тăрăх контрреволюциллĕ пăлхавсене пусарса çӳрерĕ. Чухăнсемпе батраксем уесĕпех Совет влаçне хӳтĕлеме харăс çĕкленчĕç, пурте çав Чапаев патне туртăнаççĕ. Халĕ ун йышлă отрячĕ Совет влаçĕн вăйлă тĕрекĕ пулса тăчĕ. Отряд йышĕ ӳссех пырать… »

Вулать, вулать те шухăша каять Çимун. Çĕнĕ туссем манман ăна, хавхалантарма тăрăшаççĕ, хыпарсем пĕлтерсе тăраççĕ. Вăл хăй те нихçан манас çук вĕсене. Самаринсем, Воробьевсем тăванран тăван çынсем пулса тăчĕç уншăн. Тăван мучăш мар, Тайман Сахарĕ халь атте пек курăнать ăна. Урăх йышши тăванлăх туйăмĕ аталанчĕ Çимун чĕринче те.

Хăйне çĕнĕ тĕне кĕртекен «хреснашшĕнчен» те çыру илчĕ Çимун:

«Сан сăмахна итлерĕмĕр эпир, Николаев юлташ, — çырать Воробьев. — Хайхи сана кӳрентерекен хресчен ĕçтăвкомне хăваласа салатрăмăр (шӳтлеме те пĕлет иккен Иван Васильевич, шухăшлать Çимун). Анчах эсерсем каллех пире ура хума май тупрĕç. Советсен черетлĕ съездĕнче максималистсемпе, анархистсемпе пĕрлешсе пире çĕнтерчĕç. Кĕпĕрне ĕçтăвкомĕнче те халь вĕсем пиртен йышлăрах. Çавăнпа Куйбышев юлташ хула ĕçтăвкомĕпе (унта рабочисем йышлăрах) ревком урлă пирĕн ĕçе ертсе пырать. Пурпĕрех аптрамастпăр-ха. Шалти тăшмансене аркатасса шанатпăр… »

Ку хыпар хурлантарчĕ Çимуна. Терлĕ белянкинсем ялта та, хулара та тĕттĕм халăха пăтратаççĕ иккен. Пĕр хурланса, пĕр хавхаланса вулать Воробьев çырăвне Çимун. Çӳллĕ ту тăррине хăпарса, Российăн революциллĕ кун-çулне уççăн курнă пек туйăнать халь ăна.

«Сан тусусем тырăшăн кĕрешеççĕ ялта. Кулак халĕ революцин чи усал тăшманĕ пулса тăчĕ. Мĕнрен мĕн килнине лайăх чухлать вăл, революцие выçлăхпа пăвса вĕлересшĕн. Милюковсемпе Рябушинскисем Октябрьчченех кулаксене ун пирки асăрхаттарчĕç. Çавăнпа Владимир Ильич пире «тырăшăн кĕрешни — революцишĕн, социализмшăн кĕрешни пулать вăл», тесе ăнлантарса парать… »

Çимун хăйĕн ăсĕпех кун пирки тавçăра пуçланăччĕ. Халĕ мĕн тӳрĕпе эсерсемпе тĕрлĕ ытти контрреволюционерсем хула халăхне, салтаксене те çав шутрах, выçăхтарасшăн тăрăшнине лайăх ăнланса илчĕ. Часрах сывалса татăклă кĕрешĕве хутшăнас килет.

Юлташĕсен çырăвĕсем, чăнах та, Çимуншăн хăвăртрах сывалма пулăшакан эмел пек пулчĕç. Хăй ответ çырма пултараймасть-ха. Ун пирки Лидия Семеновна та астăвать иккен. «Эсир мĕн çырмаллине калăр, эп хамах çырăп», — терĕ вăл Çимуна.

«Трашук патне сестрана çыртарсан та пырĕ, — шухăшлать Çимун. — Лешсем патне кайран хамах çырăп».

Çимунăн сывлăхĕ пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн самайлансах пырать. Кĕç вăл вырăн çинче ларма пуçласа комиссара савăнтарчĕ. Комиссар ун патне кун тăршшĕпе темиçе хут та кĕрсе тухать. Главнăй ерçмен чух вĕсем ытларах калаçса юлма тăрăшаççĕ. Лидия Семеновна главнăй пирки вăхăтлă систерет комиссара. Лешĕ вара куçне хĕссе тухса каять.

Вăй илнĕçемĕн Çимун кăмăлĕ уçăлсах пырать. Акă вăл Çамаринсенчен вĕренсе юлнă хитре юрăсене аса илсе ĕнĕрлеме пуçларĕ.

Пĕррехинче Батурин комиссар, уиччен хăйĕн патне сестра чупса кĕнĕ пек, главнăй кабинетне хашкаса пырса кĕчĕ те:

— Юрлать, юрлать, Николай Петрович! — терĕ пăлханнă сасăпа.

— Кам юрлать, мĕн юрлать? Тулăклă калаçăр.

— Николаев юрлать.

— Николаев?!

Главнăй, ялт! сиксе тăрса, комиссар хыççăн васкарĕ. Пăлатăна кĕмерĕç вĕсем, алăк патĕнче итлесе тăчĕç. Хитре таса тенор çурма сасăллăн савăнса шăранать:

С моря несутся

Чайки лихие…

Санта-Лючия,

Сан-та-а Лючи-и-я!

— Сирĕн чăвашăр, большевикăр, итальянецсен юррине юрлать-çке, — тĕлĕнсе кайрĕ главнăй.

— Интернационал темерĕм-и эп сире? — савăккăн кулса хуравларĕ комиссар.

Икĕ улăх

Чулçырмана халь паллаймăн. Урамĕсем, çурчĕсем улшăнман, халăхĕ улшăннă. Çĕнĕ çул иртсен, яла салтаксем таврăна пуçларĕç. Çыру çырса тăраканнисем пурте тенĕ пекех килсе пĕтрĕç. Çыру çырса тăманнисем те тупăнкаланă. Ĕлĕм-Чĕлĕм ывăлĕсем — Кĕркурипе Пали — иккĕшĕ те таврăнчĕç. Ял çыннисем виçĕ çул ытла салтакра, вăрçăра пулса йăлтах улшăннă: йăвашшисем харсăрланнă, харсăррисем йăвашланнă. Çав вăхăтрах пурте нумай калаçакан пулса кайнă. Салтак арăмĕсем паллаймаççĕ упăшкисене.

Праски çеç, упăшкипе сахал пурăннăскер, Кĕркури улшăннине асăрхаймарĕ. Вăл Кĕркурие çылăха кĕмесĕр кĕтсе илнĕшĕн халь тем пекех савăнать. Кĕтерие ыталаса чуптурĕ. Мĕншĕн чуптунине каламарĕ. Кĕтеришĕн каламасан та паллă. Вăл хăй тĕллĕн çеç айван хĕрарăмран кулса илчĕ.

Тăлăха юлнă хĕрарăмсем вара, упăшкисене паян тин çухатнă пек, çĕнĕрен хурланса ӳкрĕç. Хрулкка учитель хĕрĕ çеç — Мулла Анукĕ — хурланмасть, хурлансан та, çынна палăртмасть.

Ятрус Хрулккине, вăл Мăрзабай Тимушĕнчен те нумай вĕреннĕрен, ял çыннисем малтан Мулла-Хрулкка тесе чĕнетчĕç. Кайран, учителе тухсан, апла чĕнме пăрахрĕç. Хрулккан пĕртен-пĕр хĕрне вара çаплах Мулла Анукĕ тесе чĕнеççĕ. Анук халĕ пысăк пӳртре пĕчченех пурăнать. Амăшĕ вилсен, ашшĕ урăх авланмарĕ, хĕрне хăех пăхса ӳстерчĕ. Халĕ вăл, учительте катари ялта ĕçлекенскер, хĕрĕ патне сайра хутра çеç килкелет. Хăюллă хĕр хăй тĕллĕн те аптрасах каймасть. Ашшĕ ăна самаях вулама-çырма вĕрентнĕ. Çĕр ĕçне хăнăхманскер, Хрулкка ĕçпе те, канашпа та хĕрне хуçалăхра пулăшаймарĕ. Анук хăех арçын. ĕçне тума, хуçалăха тирпейлĕ тытса тăма вĕренчĕ. Пĕр лаша, пĕр ĕне, темиçе сурăх пур ун. Пĕр ят çĕрĕ акса пурăнать.

Çултан туха пуçланă хусах хĕр вăрçă пуçланнă çул хăй пекех хусах йĕкĕте киле кертрĕ. Анчах упăшкине, Праски пек, ача тăвичченех салтака ăсатмалла пулчĕ унăн. Çав çулах Анук вăрçăран хура хут илчĕ. Каллех пĕччен пурăнма пӳрнĕ иккен ăна.

Пĕчченлĕх хăртмарĕ уçă кăмăллă çамрăк хĕрарăма. Еалтак арăмĕсем татти-сыпписĕр çӳре пуçларĕç ун патне — рыру çыртарма, хаçат вулаттарса хыпар пĕлме. Пĕр хăнăхса çитнĕскерсем, сăлтавсăрах килсе ларакан пулчĕç. Унсăрăн та Анук пӳртĕнчен çын татăлмасть. Кĕркунне кунта хĕрсем улах лараççĕ, хĕлле çамрăксем юмах итлеме пухăнаççĕ. Юмах ăсти Шатра Микка кӳршĕрех пурăнать. Микка ерçмен чух юмахне Анук хăй çаптарать. Ывăнма пĕлмесĕр калаçать.

Мулла Анукĕн пӳрчĕ Çырмапуçĕ вĕçĕнче хăрах енлĕ урама урлă, урам вĕçне питĕрсе ларать. Урам тепĕр енĕ — Чулçырман чăнкă çыранĕ. Питĕ улах вырăн ĕнтĕ. Те çавăнпа, те кил хуçи вашаватлă пулнăран, халь кунта каçсерен вăрçăран таврăннă салтаксем çӳре пуçларĕç. Те юмах итлесшĕн, те революци пулнăранпа калаçма вĕреннĕскерсем, калаçасшăнах пухăнаççĕ хăйсен арçын улахне. Шатра Микка çынна калаçтарма пĕлет. Халь вăл хăй юмах янинчен ытла салтаксене калаçтарать. Çак ĕçре кил хуçи те лайăх пулăшать ăна.

Микка Мишша салтакăн сурхури юмахне манман-ха. Çĕнĕ юмах вĕçĕ пирки вăл мĕн каланине те лайăх астăвать. Халь çав вĕçлевсĕр юмаха юмахçă салтаксене ярса пачĕ.

Фронтовиксем çăвар карса итлеççĕ Миккан çĕнĕ юмахне. Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнеççĕ. Пăхăр-ха ĕнтĕ çак Миккана! Ялтан тухмасăрах паянха лару-тăру пирки тĕнче куркаланă салтаксенчен лайăх чухлать. Ытларах Ленин çинчен, ун ашшĕ чăвашсемпе туслă пулни çинчен, Ленинăн пиччĕшĕ синчен каласа пани тĕлĕнтерчĕ вĕсене.

Ĕлĕм-Чĕлĕмĕн кĕçĕн ывăлĕ Кĕркури, çак урамрах Шатра Миккапа юнашарах пурăнакан Ахтем Макарĕ — питĕ тăнлă çынсем. Пуринчен ытла çавсене тĕлĕнтерсе пăрахрĕ Микка. Епле-ха кӳршĕре пурăнса та ĕлĕкрех асăрхаман вĕсем: кĕрнексĕр пĕчĕк чăваш пысăк ăстăнлă, хитре кăмăллă çын иккен.

— Атя, Микка пичче, Совет влаçĕ çинчен тата юмах çаптар эппин, — терĕ тахăшĕ. — Пире, айвансене, мĕн пулнипе мĕн пулассине каласа пар.

— Çĕнĕ юмахăн вĕçĕ çук-ха, — хуравларĕ Микка. — Юмах епле вĕçленесси сиртен килет. Эсир юмаха тивĕçлĕ ĕçсем тусан, эп вара çав ĕçсем пирки сирĕн ачăрсене юмах ярса парăп. Халь эсир хăвăр мĕн курни çинчен, киле епле таврăнма пĕлни çинчен каласа кăтартăр пире.

— Каласа парĕç сана, кĕтсех тăр! — лăхлатса кулса ячĕ Анук. — Епле пăшалсене пăрахса фронтран тарни çинчен калама именеççĕ вĕсем.

Салтаксем, чăнах та вăтаннă пек пулса, йĕкĕлтекен хĕрарăма нимех те тавăрса калаймарĕç. Анукĕ чарăнмасть-ха, тӳррĕнрех ыйтса вĕтелентерет чĕмсĕрленнĕ салтаксене:

— Керенский киле ямарĕ сире, ерман патшине çĕнтериччен çапăçма хушрĕ. Халь мĕн, Ленин киле таврăнма хушрĕ-и? Е эсир, Виçĕ Якур пек, никамран ыйтса тăмастăр-и, никама та пăхăнмастăр-и?

— Эс, Анук, ним пĕлмесĕр ан сӳпĕлтет-ха, — терĕ вара Ахтем Макарĕ. — Эпир таркăнсем пек тарман фронтран. Полк комитечĕ киле таврăнма ирĕк пачĕ пире. Пăшалсене те пăрахса хăварманччĕ эпир. Сызрань хулине çитсен, большевиксен комитечĕ винтовкăсене илсе юлчĕ.

— Эс, Макар Петровчă, пире ним пĕлмен çынсем тетĕн-и? — хĕрсе кайрĕ Анук. — Эпир Микка пиччепе сиртен те ытларах пĕлетпĕр. Ленин мир пирки декрет кăларнă. Сирĕн çинчен вăл: «Салтаксем миршĕн урапа сасăлаççĕ», — тенĕ. Сире уншăн хурламан пултăр. Совет влаçĕ салтаксене киле таврăнма чармарĕ. Анчах ак мĕн çинчен ыйтасшăн эпĕ сирĕнтен: мир тăвакан, çĕр паракан Совет влаçне тăшмансенчен камăн хӳтĕлемелле? Сире киле таврăнма полк комитечĕ ирĕк пачĕ тетĕр. Юрĕ. Замана шăллĕ Мишша пичче хăй дивизи комитечĕн пуçлăхĕ пулнă. Сирĕн пекех, киле таврăннăччĕ. Халь ăçта вăл, пĕлетĕр-и? Совет влаçĕшĕн тăшмансемпе çапăçма кайрĕ. Вăт калăр ĕнтĕ, урапа сасăлакан паттăрсем, мирпе çĕр паракан Совет влаçĕшĕн çапăçма хатĕр-и эсир е арăмăрсен хыçне пытанса ларма килтĕр-и?

Замана Тимĕрккин шăллĕ çиичен илтнĕ салтаксем, вăл Çырмапуçĕ тĕпĕнчи пӳрт еннелле сукмак тупни çинчен те хăлхисене кĕнĕ вĕсенне. Тепĕр чух пулсан кун пирки шăл йĕркелесе те илнĕ пулĕччĕç. Халĕ вара пĕри те пуçне çӳлелле çĕклемерĕ.

Анукĕ хăйĕн сăмахне пĕтернĕ хыççăн кăшт чарăнса тăчĕ те сасартăк: «Чĕнместĕр!» — тесе ахăлтатса илчĕ.

— Ну усал та эс, Анук, — кулса ячĕ Кĕркури те. — Аплах ан намăслантар пнре. Эпир те ннм пĕлмен çынсем мар. Микка пичче пек юмах яма та пултаратпăр. Малтан пĕр сăмах калам акă. Михаил Осокин Хĕрлĕ гвардие çырăнса вăрçа кайнă вăл, тĕрĕс каларăн, Анук, Совет влаçĕн тăшманĕсемпе çапăçма кайнă. Совет влаçне хӳтĕлеме халь рабочисемпе большевиксенчен çеç тăракан Хĕрлĕ гварди çителĕклĕ мар. Совет влаçĕ патша çарĕ вырăнне Хĕрлĕ Çар тума пуçларĕ. Халлĕхе Хĕрлĕ Çара салтаксем хăйсен ирĕкĕпех çырăнаççĕ. Халь ĕнтĕ эпĕ те сире пĕр юмах ярса парам.

Салтаксем хускалкаласа илчĕç. Анук Шатра Миккапа юнашар ларчĕ те: «Атя, Кĕркуç, яра пар», — терĕ, куçне вылятса.

— Эпĕ, хăвăрах пĕлетер, Румыни фронтĕнче пулнăччĕ, — пуçларĕ Кĕркури. — Пирĕн пата та Совет влаçĕ пирки хыпар çитрĕ. Пирĕн аялти-çӳлти комитетсем пĕр-пĕринпе вăрçса, хирĕçсе пĕтрĕç. Эпир вĕсем пĕр шухăшлă пулса мĕн каласса кĕтрĕмĕр-кĕтрĕмĕр те пĕтĕм полкĕпех Россия еннелле туртăнтăмăр. Ĕçсем чăнах та юмахри пек пулса кайрĕç пулин те, тăван çĕршыва юмахри пек хăвăрт çитеймерĕмĕр. Хир-хир урлă çуран утма та, поездпа юнашар чупма та тиврĕ, буфер çине те утланса пăхрăмăр, вагон тăрринче те выртса куртăмăр. Çапла тăван çĕршыва çитрĕмĕр-çитрĕмĕрех. Мускав таврашнелле çывхарсан тин вагон ăшне кĕрсе ларма телей çитрĕ пире. Телейĕ те чухăнрах пулчĕ, пирĕн хĕрлĕ вагонсем чăп-тулли, ларма-выртма вырăн çук. Тӳсетпĕр-ха. Вагонран кирлĕ чух та тухма хăратпăр, тухсан калле лараймăн. Кĕтмен çĕртен вагонсем пушанас кун та çитрĕ. Пĕр пысăк станцире (ятне лайăх астумастăп, те Резан, те Казан пулчĕ) пире ытлашши чарса тăчĕç. Çавăн чух пирĕн вагон тăрук пушана пуçларĕ. Эпĕ те тухса курас терĕм вара. Пăхатăп, поездри пĕтĕм халăх пĕр çын тавра пухăнса кĕпĕрленнĕ. Çынни улăп пек, пуринчен çӳллĕрех курăнать: те салтаксем тĕрелесе тăраççĕ ăна, те вăл пĕр-пĕр япала çине хăпарса тăнă. «Комиссар — оратель калаçать», — терĕç çывăхри салтаксем. Чăнах та, алă сулкаласа тем кăшкăрать çынни — çиле хирĕç илтĕнсех каймасть. Вара эп çиле майăнрах кайса тăтăм та улăп-комиссарăн юлашки сăмахĕсене илтсе юлтăм. Çав сăмахсене асăнсан, халĕ те чун çӳçенсе илет.

Кĕркури шăпланчĕ.

— Мĕн каларĕ вара комиссар? Пире те каласа çӳçентер эппин, — татах йĕкĕлтерĕ салтака Анук.

— Мĕн каларĕ тетĕн-и? Эп ун пек калаймăп çав. Пире, сан пек, намăслантарса та пăхрĕ, хавхалантарса та калаçрĕ. Хайхи, пăшал пирки асăнса чуна витерчĕ. Эс — çĕр çынни, революци салтакĕ! Сан аллунта пăшал тет. Çав пăшала алăран ямасан, пурте большевиксен партийĕ тавра пĕтĕçсен, пирĕншĕн нимле тăшман та хăрушă мар, тет. Пире хăватлă парти ертсе пырать, пире пĕтĕм тĕнчери революци çулпуçĕ Ленин юлташ çул кăтартса пырать тет. Юл. ашкинчен пире пурие те Хĕрлĕ Çара çырăнма чĕнчĕ вăл.

Кĕркури каллех шăпланчĕ. Мулла Анукĕ, кĕлеткипе малалла туртăнса, пăлхавлăн ыйтрĕ:

— Нивушлĕ пĕр çын та çырăнакан тупăнмарĕ-и?

— Çырăнмарĕç темерĕм-çке. Вагонсем пушанса юлчĕç терĕм вĕт. Çурри ытла, Хĕрлĕ Çара çырăнса, çав комиссар хыççăн кайрĕç.

— А эсир? Мĕнле куçпа пăхса ăсатрăр юлташăрсене? Сан чуну çӳçенеймен пуль çав ун чух, Григорий Ермилчă. Çырăнмарăн, çамрăк арăму патне васкарăн. Çапла-и? — кулса-тăрăхласа мар ĕнтĕ халь, хурласа-айăпласа каларĕ Мулла Анукĕ, Ятрус учитель хĕрĕ.

— Ериперех, Анна Фроловна, — терĕ вара Кĕркури те. — Сиплемен сурана ан шăйăр-ха. Çырăнма паян та вăхăт иртмен. Тен, çавăнпа ку юмаха аса илтĕм пуль.

Тепĕр пӳртре те арçын улахĕ каç-каç пухăнкалать — Тăвайккинчи лавккаçăн шăвăç витнĕ вăрăм пӳртĕнче. Кунта куштансен улахĕ. Анчах Белянкинпа çыхăнса тăракан Смоляков чее хăтланать. Летчик-Миккана чухăн тесе чĕнет вăл вăрттăн улаха, Мирски Тимука — батрак тесе. Замана Тимĕркки те кирлех вĕсене: «вăтам хресчен» вăл. Ун шăллĕ большевик пулни пăшăрхантармасть куштансене. Ялтан кайнă-ха вăл, ашшĕсен пӳртне пĕртте кĕрсе курманнипе пиччĕшне кӳрентерсе хăварнă. Çавăнпа Замана Тимĕркки каллех çӳре пуçларĕ кăмăшка шеллемен лавккаçă патне.

Малтан куштансен улахĕнче питĕ шавлăччĕ.

— Çĕр парса улталарĕç пире. Çĕр пуяншăн ĕлĕк те çителĕклĕччĕ. Халь Мишша-салтаксем пуянсен пӳлмисене тустарасшăн. Памастнăр тырă! Вĕлерсен те памастпăр! — кăшкăрать Хаяр Макар.

— Ан кăшкăр, Макар Данилчă. Эс кăшкăрнинчен усси çук, — лăпкă сасăпа калаçать кил хуçи. — Халлĕхе пирĕн шанчăк татăлчĕ. Дутов Оренбургран ула ярăмлă йĕмне пăрахсах тарнă. Калединсем пиртен ытла инçе. Совет влаçĕпе мирлĕ пурăнма май тулас пулать. Совет влаçĕ — халăх влаçĕ, теççĕ. Эпир халăх мар-и? Совета хамăр кĕреймесен, хамăр çынсене кĕртме тăрăшар. Яла таврăннă салтаксемпе калаçас пулать. Ревком пире йĕмсĕр хăварасшăн, выçă вĕлересшĕн тесе хĕтĕртес пулать вĕсене. Хамăра кирлĕ çынсене Совета суйласан, ял çыннисем пурте пĕр шухăшлă пулсан, вара ревкомсем пире ним те тăваяс çук.

— Совет влаçĕ тĕрекленет, тĕрлĕ лавккаçăсене хĕстерет. Замана! — ахăрса илчĕ Тимĕркке.

— Хуп çăварна, Замана! Эсĕ хăвăн енерал-шăллуна та хăнана чĕнсе илеймерĕн. Сана кăмăшка ĕçтерни те кăлăхах.

Тавлашаççĕ, харкашаççĕ Чулçырма куштанĕсем хушăран çапла пухăнкаласа. Хăйсем патне кулак хӳрешкисене явăçтарма пуçларĕç. Кĕрешĕве хатĕрленеççĕ, çав вăхăтрах Мăрзабай мĕн каласса кĕтеççĕ. Лешĕ ним те шарламасть-ха. Пĕррехинче Смоляков ăна Тимук урлă чĕнсе пăхрĕ. Мăрзабай лăхлатсах кулчĕ тет.

— Йӳтенĕ вăл! Ан килтĕрех. Унсăр мĕн, ăс çитереймĕпĕр-и? — терĕ Хаяр Макар, çавна илтсен. Пуян Танюш хаяр хăтипе килĕшмерĕ, кĕркунне хăйсем Мăрзабай сăмахне итлемесĕр Киселев именине тапăнса йăнăш тунине астутарчĕ..

Смоляков хăй те кĕркунне Мăрзабай ăсран кайнă тесе калаçатчĕ. Халь урăхларах юрла пуçларĕ:

— Мĕн тесен те, Мăрзабай ăслă çын. Белянкин килĕштерме хушать унпа. Ывăлĕ çухалнăшăн хуйхăрса ĕçет ĕнтĕ вăл.

— Çăва патне! — каллех çĕтĕлсе кайрĕ Макар. — Эп патша çухалнăшăн хуйхăрса та ĕçсе супмастăп. Ун пуçтах Назарĕ, тен, хальччен Çимунĕ пек большевик пулса кайман-и? Мăрзабайсене шанмалли çук.

— Çамкуна хĕрес хур, Макар Данилыч, — терĕ Смоляков. — Назар большевик пулсан, тинех вара Тук шывĕ кутăн юхма пуçлĕ.

Çук ĕнтĕ, халь Хаяр Макара ӳкĕте кĕртеймĕн. Мĕн уншăн Мăрзабай чĕппи Назар?! Халь ун хăйĕн ывăлĕ — Самарта кĕпĕрне ĕçтăвкомие сыхлакан гвардеец.

Эсерсемпе максималистсен аллине лекнĕ кĕпĕрне ĕçтăвкомĕ хулари рабочисенчен çапах та хытă хăрать, çавăнпа вăл хăйне сыхлама ялти пуян ачисеячен пĕр тĕрле гварди тăвас тенĕ. Кашни вулăсран пилĕк çын ыйтса янă. Белянкин тепĕр кунах Самара пилĕк йĕкĕт тупса ăсатнă, Чее Миття та çав шута кĕнĕ. Хаяр Макар, ку хыпара илтсен, пушшех мăнкăмăлланса, пуçтахланса кайрĕ. Çавăнпа вал Мăрзабайсем пирки пачах урăхла калаçа пуçларĕ.

— Пурпĕрех ман ывăла çитеймест Мăрзабай çури, — терĕ вăл халĕ те.

Хайлаллăрах лавккаçă хăй ăшĕнче кулать пуçтах юлташĕнчен. Тупнă та мухтанмалли! Вăл хăйĕн ывăлне çак пăтранчăк вăхăтра нимпе те Самара ярас çук. Санька хăй те таçта кайса пуçне чикме ухмах мар. Анчах Макара хирĕç нимех те шарламарĕ Смоляков. Тем шухăшлă Мăрзабай пирки пĕр шухăшлă çынпа хирĕçес мар терĕ.

Кĕçех икĕ улаха пĕр хыпар хумхатрĕ. Çак кунсенче суйлав пуххи пулмалла. Пуху ирттерме Куçминккаран Белянкин хăй килет. Чулçырмасене пухăва Лешеккине чĕнтереççĕ. Чăвашран тăватă депутат суйламалла иккен.

Халĕ ĕнтĕ икĕ улахра калаçу пĕр йĕрпе кайрĕ. Куштансем час калаçса килĕшрĕç. Совета Смолякова, Мирски Тимука, Летчик-Миккана тата Замана Тимĕрккине суйлама палăртса хучĕç. Белянкин каланă пек, Советра пуянсемпе пĕр шухăшлă çынсем пулаççĕ: батрак, чухăн, вăтам.

Фронтовиксен улахĕнче те тăватă депутат суйламалли çинчен пĕлеççĕ иккен. Мулла Анукĕ Тимĕрккене ĕçтерсе калаçтарнă. Лешĕ, ӳсĕрĕлсен, малтан «енерал» шăллĕне асăнса вăрçнă, макăрнă, унтан, эсер учитель хĕрĕнчен пĕртте сыхланмасăр, куштансен улахĕ пирки хăй мĕн пĕлнине пĕтĕмпех каласа панă.

Салтаксем те пухăва тивĕçлĕ хатĕрленчĕç вара. Пайтах шавлакаланă хыççăн хăйсен кандидачĕсене палăртса хучĕç: Кĕркурие, Шатра Миккана, Виçĕ Якура тата тĕреклĕрех пурăнакан Селĕп Кирилене. Никамăн та мар, Виçĕ Якурăн ячĕ шавлаттарчĕ салтаксене. Шанчăклă çын мар вăл, анархистла хăтланать, кĕркунне кулаксемпе çыхланнă, терĕç ун пирки. Кĕркури çапах Якура сĕнет, «Радаевпа Осокин якаткаланă ăна, халь вăл кулаксемпе çыхланни палăрмасть», тет. Тавлашакансене Анук килĕштерчĕ.

— Кĕркури пек фронтовиксем паян кунта, ыран таçта, — терĕ вăл. — Виçĕ Якур ялтан урăх каймасть, вăрçа юрăхсăр. Куштансем халь ăна кĕркуннехи ĕçсемшĕн кураймаççĕ. Тăвăр хушлăхпа çӳреми пулчĕ Хаяр Макар. Якура тĕл пуласшăн мар. Радаев ăшшăн калаçса çавăрчĕ Якур кăмăлне, Çимун пичче — шӳтлĕ сăмахпа, Мишша салтак — тӳрĕ сăмахпа. Эсĕ те, Кĕркури, калаçса пăх Якурпа, эпир, фронтовиксем, сана шанатпăр, тесе калаç.

Çапла канашласа сăмах татрĕç фронтовиксем. Тата вĕсем хăйсен шухăшне Лешеккинчи фронтовиксене Трашук урлă пĕлтерес терĕç.

Трашук йĕкĕт пуçпа салтак улахне ăнсăртран пырса лекрĕ. Анчах кашни ăнсăртлăхра хăйĕн сăлтавĕ пур. Çак йăваш йĕкĕт Мăрзабай Çимунĕпе те, Мишша салтакпа та туслă пулнине ялта такам та пĕлет. Мулла Анукĕ тĕл пул-массерен Трашука пĕр ыйтупа аптрататчĕ: «Çимун пиччерен çыру килмерĕ-и? Мĕн çырать, ăçта çухалса çӳрет?» Учитель хĕрĕ Çимун пирки пăшăрханнинчен тĕлĕнмелли çук. Çимун, Анукран кăшт çеç аслăрах пулин те, Анукшăн пиччех пулать ĕнтĕ: Çимун амăшĕпе Ятрус Хрулкки — пĕртăвансем. Урăххи тĕлĕнтерчĕ Трашука: Мишша пичче ялтан кайсан, ун пирки те тĕпче пуçларĕ Мулла Анукĕ. Мĕн тӳрĕпе? Хурăнташ та мар вĕт. Иккĕшин пирки те «Çыру çук» тесе хурлантарчĕ йĕкĕт çамрăк хĕрарăма. Халь ак Трашук' кĕсйинче икĕ çыру, иĕри Çимунран, тепри Осокинран. Иккĕшĕ те Оренбург таврашĕнче çапăçура иулнă иккен, çавах унта пĕрне-пĕри тĕл пулайман Çимун суранланса госпитале лекнĕ, лешĕ — Дутова йĕрлекен отрядра. Халлĕхе сывах-ха.

Çак хыпарсене Мулла Анукне кайса пĕлтерес терĕ Трашук. Анчах хăй аллипех уçнă алăкран кĕмерĕ именчĕк йĕкĕт, пӳрт тулли халăхран хăраса каялла чакрĕ те алăка ерипен хупса хăварчĕ. Пурпĕрех халăхран тараймарĕ Трашук. Ун хыççăн кил хуçи йăпăрт чупса тухрĕ, пӳрт умĕнче йĕкĕте лăскаса тĕпчекелерĕ те пӳрте сĕтĕрсе кĕртрĕ, икĕ хĕрлĕ гвардеец çырăвĕсене пурин умĕнче вулаттарчĕ. Çавăнтанпа Трашук та каç-каç арçын улахне çӳрекен пулчĕ.

Лешеккине пухăва фронтовиксем пурте пĕрле пухăнса кайрĕç. Улах пуçĕ те юлмарĕ вĕсенчен. Анук вырăс хушшинче именсе тăмарĕ, алăк патĕнче хĕсĕнсе лармарĕ, хăюллăн тĕпеле иртсе ларчĕ. «Пăхăр-ха, хĕрарăм пухăва килнĕ», — мăкăртаткаларĕç мăк сухалсем. Майралла тумланнă хĕрарăм илтмĕш пулмарĕ, çавăнтах тавăрса хучĕ:

— Упăшкана вăрçăра вĕлерчĕç. Халь хам — кил хуçи. Совет влаçĕшĕн хамăнах сасăлас пулать. Сирĕн енче те ман пек тăлăх салтак арăмĕсем пур. Вĕсен те пухăва килмеллеччĕ.

Ваттисем шăпланчĕç, çамрăккнсем йăл-нăл кулкаласа илчĕç. Белянкин ку ытла хăюллă хĕрарăма тӳртĕн пăхкаларĕ, вăл Ятросовăн хĕрĕ пулнине пĕлсен вара, Анук умне пырса пуç тайрĕ, кăмăллăн алă пачĕ.

Кайран, суйлав пуçлансан, белянкинсене тĕлĕнме те, ӳкĕнме те лекрĕ. Кам пĕлнĕ-ха учитель хĕрĕн кутăнлăхне! Смоляковсен кандидачĕсене пурне те тиркесе пĕтерчĕ, халăха култарчĕ, вырăс-чăваш фронтовиксене хавхалантарчĕ. Чăвашран чăн малтан Медведев ятне асăнчĕç. Хушамачĕ чаплă ĕнтĕ. Сухоречкăри чаплă пуянăнни пек. Вырăссем ун мăшкăллă ятне пĕлмеççĕ-ха. Анук пĕлтерес терĕ. Сăмах ыйтмасăрах, хăн тĕллĕн калаçса ларнă пек, çапах пурте илтмелле, каларĕ:

— Эй, мĕскĕн Натали! Мĕн тесе çак услап Летчика киле кĕртрĕн-ши? — Унтан турех Миккана тĕллерĕ: — Эс, Самлей чăвашĕ, Летчик-Микка, матрус тумне пасарта сутăн илнĕ, теççĕ, эс Киселев именинчен çăнăх, кĕрпе илсе килес вырăнне темле трюма илсе килнĕ, теççĕ, çав трюмана Натали сана пуçран çапса ватнă, теççĕ, — чăнах-и? Ан имен, халăха тĕрĕссипе каласа пар.

Фронтовиксем каçса кайса кулаççĕ. Белянкин шкул шăнкăравне хаяррăн силлесе шăикăртаттарать, Смолякова сиве куçпа шăтарать. Лешĕ хăй те, аптраса кайнăскер, куçне мăчлаттарса, хулне хĕскелесе ларать. Çакăн хыççăн Кĕркурисемпе Лешеккинчи фронтовиксем хăюланчĕç, Тук икĕ енĕпе хе хăйсене кирлĕ çынсене Совета суйларĕç.

Çăварни хăнисем

Çитĕннĕ йĕкĕте хусаха юлнă çамрăк хĕрарăм патĕнче пурăнни килĕшмест. Трашук Осокина хулана ăсатнă кунах çыаăрма амăш патне çĕрпӳрте кайрĕ. Малтанхи вăхăтра кăнтăрла Çимун килне выльăх пăхма, шыв тултма çӳрекелерĕ. Каярах, Пăлаки патне Ыхраçырминчен ларма хĕр килсен, кăнтăрла та çӳреми пулчĕ.

Выльăх-чĕрлĕхсĕр, картишсер кил-çуртра ĕçсĕр пурăнма кичем. Юр ытларах çăвинччĕ хуть. Вара упа хăйĕн шăтăкĕнчен тухнă пек çĕрпӳртрен чаваланса тухатăн та, кунĕпе юр тасатса, урам варрине çити çул туса йăпанатăн. Юрĕ те ытлашши çумарĕ кăçал. Ирĕксĕрех услапа ерĕн капла. Хĕл варринче тарçа кĕрĕшме те май çук. Ним ĕçсĕр, тĕллевсĕр пурăнакан Трашук хытă тарăха пуçланăччĕ. Çав вăхăтра çырусем килсе йăпатрĕç ăна. Çырусем салтак улахне ертсе кайрĕç, салтаксем ĕç тупса пачĕç: Лешеккине вырăс юлташсем патне кайса çӳреме хушрĕç.

Кĕçех тата Мăрзабай хăй патне чĕнсе илчĕ Трашука. Хуçа шалти пӳлĕмре пĕчченех. Хăй яланхи пекех кăшт хĕрĕнкĕ.

— Ирт кунталла, Трашук, лар юнашар, — терĕ вăл чи малтанах. Унтан йĕкĕте эрех тултарса пачĕ. — Çимун пăсăлнă маиăн, халь унăн тарçă тытма юрамасть. Санăн, Трашук, хăвăн малашлăху пирки шухăшлама вăхăт çитнĕ ĕнтĕ, — хушса хучĕ кăшт тăрсан. — Пурăн ман патрах. Ывăл вырăнне пулăн. Ман пурлăх çине тарçă куçĕпе ан пăх. Эп вилсен, кунта эсĕ хуçа пулăн, — вĕçлерĕ юлашкинчен.

Каччă чĕринче вара каллех телей ĕмĕчĕ хускалчĕ: «Чăнахах мана киле кĕртесшĕн пуль вăл», — савăнса шухăшларĕ айванскĕр, анчах хуçан асла херне хăй каллех шута илмерĕ.

Çавăнтан пуçласа Трашук çĕнĕрен Мăрзабай патĕнче ĕçлеме тытăнчĕ.

Пĕр-пĕр ĕçе пуçарма е ăна хăй ăссĕн татсă пама хăнăхман-ха Трашук. Кăмăлĕпе те йăраланчăк, иккĕленчĕк çын вăл. Çимун таçта госпитальте выртнă çĕртех ун валли ĕç тупса хунă. Ниме пухса, Пасарлăяла кайса, Тайман Сахарĕн çемйине Чулçырмана куçарма хушать. Лисук инкен пиччĕшĕпе, Селĕп Кирилепе кайса калаçмалла. Çийĕнчех каймаллаччĕ те… каймарĕ-ха. Хăюлăх çитереймерĕ пулас.

Лешеккине пухăва каякан салтаксем Трашука та хăйсемпе пĕрле ертсе кайрĕç. Анчах лешĕ шкул çуртне, халăх çине, кĕмерĕ, çенĕкре ура шăлса юлчĕ. Унтан каялла тухрĕ те Ольăсен хушлăхĕ еннелле çул тытрĕ.

Оля килте пĕчченех, çыру вуласа ларать. Куççульпе шывланнă куçĕ Рамаш малалла мĕн çырнине уйăрса илейми пулнă. Алăк шаклатса хупăнсан, хĕр шартах сикрĕ, унтан Трашука курчĕ те ăна тӳрех мăйран пырса уртăнчĕ.

— Ах, Троша, Троша! Пуçне хурать вĕт мана курмасăрах! — ĕсĕклесе макăрса ячĕ хăй çавăнтах.

Каярахпа, макăрса чунне кантарнă хыççăн, çырăвне вăл сасăпа çĕнĕрен вулама пуçларĕ. Акă мĕнле хыпарсем ыраттарнă иккен хĕр чунне:

«… Шепелев юлташа пытартăмăр. Вăл, мĕскĕн, патша тĕрминче ӳпкине çĕртсе янă. Çур енне вилсе кайрĕ. Маншăн атте пекех çывăх та хаклă çынччĕ. Ун вырăнне сулахай эсера Прозоровские Совнарком пуçлăхĕ турĕç. Ку Шепелев пек мар, йăлт урăх çын. Уншăн машина çӳретес килмерĕ. Хăй те мана чарса тăмарĕ. Эпĕ халĕ Хĕрлĕ гварди отрядĕнче. Уесĕпе кулак пăлхавĕсене пусарса çӳретпĕр. Пирĕн командир, Маркелов юлташ, лайăх çын. Рабочи. Вăрçă вăхăтĕнче прапорщик пулнă. Ыран каллех ĕçе тухса каятпăр. Инçе каймалла. Шурă Атăл пуçĕнче, таçта сĕм вăрмансем, варринче, икĕ пысăк ял пур. Пĕри Çĕлĕм ятлă, тепри йĕрныкша — хула пек пысăк та пуян ял. Йĕрныкша пуянĕсемпе офицерсем, Совет влаçне хирĕç пăлхав çĕклесе, Çĕлĕм чухăнĕсене пырса тапăннă. Çав пăлхава пусарма тухса каятпар…

Эсĕ, Оля, ман пирки ан пăшăрхан. Çăварниие пыма ерçеймерĕм. Халь çăва тухасса кĕтмелле пулать ĕнтĕ. Кĕт мана çимĕке. Пирĕн праçник вăл, туй кунĕ. Унччен тăшмансене çĕнтеретпĕрех… »

— Эх, Рамаш, Рамаш! — ассăн сывласа илчĕ хĕр, вулама чарăнса. — Кĕт мана тет. Çимĕкчен кĕтме хушать. Тата вунпилĕк эрне ытла! Эпир çимĕкне те кĕтсе йлĕпĕр. Эс кĕтсе илейĕн-и?! Пĕрмай хăрушлăхра, çапăçура. Эх, Рамаш, Рамаш. Ма эс пĕлтĕр кунта килсе çапăнтăн? Ним хуйхăсăр пурăннă пулăттăм. Çимĕкчен пуçна хумасан та, ку еннелле çул тытайăн-ши? Ав Илюша та пурăнмарĕ килте, Трашук. Сирĕн салтакăрпа ерсе, Рамаш пекех, революци тума кайрĕ. Хăçан туса пĕтерĕç-ши çавыа? Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть.

Кăшт шăпланса ларчĕ те йăл кулма тăрăшрĕ Оля.

— Çитет пуль мана хӳхлеме, Трашук? Каçар, хĕрарăм йăли-юрри çапла вăл. Пĕр-пĕр савăкрах хыпар каласа йăпат-ха, эппин мана. Пирĕн йĕкĕтсем фронтовиксемпе пĕрле пухăва кайрĕç. Эс каймарăн-им?

Хурланчăк хĕре йăпатас кăмăлпа унччен калайманнине тин каларĕ вара Трашук. Мăрзабай Çимунĕн, хайхи «культурăллă салтакăн» хыпарĕсене каласа пачĕ, кĕсйинчен çыру кăларса Ольăна кăтартрĕ. Темĕскер хăйĕнне шухăшлакан салху хĕр салтак хутне, йăлашăн кăна тенĕ пек, тытса çавăркаласа пăхрĕ, унтан сасартăк чĕрĕлнĕ куçпа тинкерсе вулама пуçларĕ.

— Ой, Трашук! Рамашăн ашшĕне асăнать вăл. Ма малтанах каламарăн? Семен Тимофеич Пасарлăяла кайса вĕсен çемйине кунта куçарма хушать. Рамаш хăйĕн тăванĕсĕм пирки те маннă, ют çынсем астутараççĕ. Атя, ниме пухса, кайса килер. Кунти тăванĕсемпе калаçрăн-и?

Трашук хирĕç тем ăнланмаллах мар мăкăртатрĕ. Çав вăхăтра Спиркăпа Филька шавлăн килсе кĕчĕç. Илюша кайнăранпа Спирка «Чугунов гвардийĕнче» асли пулса юлнă. Ĕлĕкрех Трашук пек чĕмсĕр те йăвашскер, халь хăйне хăй хăюллă тыткалать. Пухура пулнă иккен вĕсем. Филька кĕнĕ-кĕменех сăмах пуçларĕ, Мулла Анукĕн паттăр хăтланчăкĕсем пирки сывлăш çавăраймасăр пакăлтатрĕ.

Оля йĕкĕтсене хăех пухăва кайма хушнăччĕ, халь ун пирки маннă тейĕн, Филькăн сăмахне хăлхана чикмерĕ, хăйĕн сăмахне хускатрĕ.

— Чим-ха, Филимон, итле-ха, Спиридон, — йĕкĕтсене яланхи пек мар чĕнсе тĕлĕнтерчĕ вăл, — итлĕр-ха, ачасем. Рамашпа унăн ашшĕ таçта-таçта революци туса çӳреççĕ. Пиртен аллă-утмăл çухрăмра çеç вĕсен çемйи тарăхса пурăнать. Атьăр-ха, чăвашсемпе вырăссем, хутăш ниме туса Рамаш çемйине хамăр яла куçарар.

Филька çавăнтах пуху пирки манса кайрĕ.

— Чăнах та! Хĕрлĕ гвардисем икĕ революционер çемйине пулăшма тивĕç. Эпĕ пуринчен малтан ниме гвардине çырăнатăп.

— Ан кăшкăраш-ха, лашасăр герой. Сан пек пехотăран нимешĕн ним усси те çук, — сивĕтме пăхрĕ ăна Спирка.

— Сан ĕç мар. Тен, ташласа, пуçхĕрлĕ тăрса, хам валли лаша тупăп. Ан итле ăна, Оля, пĕр лав пур тесе шутла. Сан лаша пур. Спиркăн хăла кĕсри пур. Ман лаша пулать. Эс, Троша, миçе лаша тăратма пултаратăн?

Ĕçе тĕплĕ тума юратакан Спирка асăрхаттарчĕ:

— Лавсем çитерĕпĕр-ха. Анчах ăçта, кам патне илсе килĕпĕр Рамаш çемйине? Малтан пĕр-пĕр хваттер тупас пулать.

— Лисук инкен тăванĕсем пур ялта. Çавсемпе паянах калаçăп. Эпĕ те хам валли лаша тупăп, тăванĕсем пĕр-ик лашапа пырĕç, — терĕ Трашук.

— Мĕнле çынсем вĕсем? Чухăнсем-и е кулаксем мар-и? — ыйтрĕ Илюша пекех кулаксене «юратми пулнă» Филька.

— Мĕнле калас… Лисук инкен пиччĕшĕ, Кирилл Иванович, Селĕп Кириле теççĕ ăна…

— Чим-ха! — пӳлчĕ Трашука Филька. — Ана паян Совета суйларĕç вĕт. Питĕ лайăх. Совет членĕ ертсе кайĕ ниме гвардине.

Оля çатăлти Филькăна тин юратса пăрахнă пек, хăй ниçта кайса кĕрейми ăшталанма пуçларĕ. Вĕсем Рамаша хăйне çăлма кайма хатĕрленнĕ пек туйăнчĕ ăна.

Пасарлăялăн Чăваш вĕçĕнче те кăçал хĕлле арçын йышĕ тăрук хутшăнчĕ. Чĕрĕ юлнă салтаксем киле таврăнчĕç. Анчах вĕсем Чулçырмари пек улаха пухăнса лармаççĕ. Упа пек кашни хăйĕн шăтăкне — тăм пӳрте — хĕл каçма кĕрсе выртнă тейĕн. Хушăран кăна, икĕ кӳршĕ хĕрарăм пĕрле мунча хутсан, вĕсен упăшкисем пĕр-пĕринпе калаçма хăрамаççĕ.

— Эс Ленин çинчен илтнĕ-и? — ыйтать пĕри.

— Илтнĕ. Вăл пулман пулсан, эпир паян пĕрле мунча кĕреймĕттĕмĕр, ача, — тет тепри, тата хăюллăраххи.

— Леш, пире вăрçа хăвалакан Керенскийĕ, ăçта кайса кĕнĕ вара?

— Шуйттан пĕлет. Хĕрарăмла тумланса тарнă, теççĕ. Иккĕнех чух икĕ салтак хăйсен шухăшĕсене пĕр-пĕринчен пытармаççĕ.

— Тĕлĕнмелле ĕçсем, ача. Пиртен вăтăр-хĕрĕх çухрăмра — Çĕнĕ самана, Совет влаçĕ. Кунта пирĕн кам влаçĕ пулчĕ вара? Патша влаçĕ тахçанах çук. Утаман влаçне пĕтернĕ, теççĕ.

— Купцасемпе пуянсен влаçĕ.

— Кунта та большевиксем пурччĕ, теççĕ.

— Пулнă та, купцасем пĕтернĕ вĕсене. Пĕри çĕç, Клемейкин ятли, тарса хăтăлнă.

Дутова Оренбургран сирпĕтнĕренпе икĕ уйăх иртнĕ пулин те, Пасарлăяла, чăнах та, Совет влаçĕ çитеймен-ха. Ялти власть лавккаçăсемпе куштансен, ял старостипе чиркӳ старости аллинче.

Çакăнта пурăнать ĕнтĕ Тайман Сахарĕн çемйи, тĕрĕссипе каласан, çемье хӳрешки. Çулла Стерлитамака тухса кайнă чух Рамаш килте ултă чĕрĕ чун хăварчĕ. Халĕ кунта амаçури амăшĕпе Рамашăн вунпĕр çулхи шăллĕ Тарас çеç пурăнаççĕ. Ыттисем ăçта?

Малтан, кĕр еннелле, Лисукăн икĕ пĕчĕк ывăл ачи темле усал чирпе умлă-хыçлă вилсе кайрĕç. Кĕркунне тепĕр инкек килсе çапрĕ ĕлĕк самаях пурăнакан шорник çемйине. Уйăхра пĕрре Тарас пĕчĕк урапапа Пасар вĕçĕнчен пĕр иăт çăвăх тата сахăр, краççын турттарса килетчĕ. Анчах пĕррехинче вăл пушă урапапа таврăнчĕ. Яланах кăмăллă калаçакан Гурьянов хальхинче пачах урăх çын пек калаçрĕ унпа.

— Ак сире! Кукиш ĕмсе пурăнăр малашне, — усал ача пек, пысăк пӳрнине икĕ пӳрне хушшине туса кăтартрĕ Тараса шурă сухаллă, мăнаçлă çын. — Пиччӳне тав тăвăр уншăн.

Урăх ним те каламарĕ ашшĕн кумĕ, Тарас çапах та ăнланчĕ, пушă ураиине каялла тавăрса шалтăртаттарчĕ. «Пичче те, атте пек, большевик пулса кайнă ĕнтĕ», — шухăшларĕ вăл. Ун ашшĕ те, пиччĕшĕ те Тараспа большевиксем пирки калаçман. Анчах шкул ачисенчен ним те пытараймăн. Чăн вăрттăн хыпарсене те таçтан пĕлеççĕ вĕсем.

Çавăн хыççăн Тарасăн аккăшĕ Верук пасара килнĕ Якаль чăвашĕсемпе Темен куккăшĕсем патне хĕл каçа ларма кайрĕ. Халĕ ĕнтĕ килте виççĕнех юлчĕç: Тарасăн кăкăр ĕмекен пĕчĕк йăмăкĕ пур-ха. Çапла виççĕн выçăллă-тутăллă хĕле кĕнĕччĕ вĕсем, раштавсем иртсен, Лисукăн чăн пĕчĕк ачи те шăпланчĕ.

Пĕчĕк йăмăкне пытарнă чух Тарас пирвайхи хут мăн çын пек хытă ĕсĕклесе макăрчĕ. Иăмăкне шелленипе çеç мар, амăшне шеллесе макăрчĕ вăл. Чăнах та, юлашки ачи вилнĕ хыççăн Лисука çынсем паллайми пулчĕç. Макăрмасть, çынпа калаçмасть, пĕр вырăнта тăнă çĕртех чунсăр юпа пек хытса каять. Сăнпа сарăхса-хуралса ларчĕ. Икĕ ывăл ачине пытарнă хыççăн нумай хӳхлесе макăрчĕ вăл, халь макăрмасть. Çавă шалтах тĕлĕнтерсе хурлантарать вăхăтсăр çитĕне пуçланă ачана.

Тарас хальтерех кăна чухлакан пулнăччĕ: ун амăшĕ — амаçури иккен. «Тăван. анне ырă чун, амаçури усал чун», тенине илтнĕ вăл. Ун амăшĕ, амаçури пулин те, питĕ ырă чун. Вăл нихçан та Тараса вăрçмасть, кӳпкемест, хăех ăна урама тухса ачасемпе выляма хистет. Ашшĕ вăрçа кайнă, пиччĕшĕ пурăнма Пасар вĕçне куçнă хыççăн Тараса амăшĕпе тата варлăрах пулма çырусем пулăшрĕç. Ача ашшĕн çырăвĕсене вуласа парать, амăшĕ хушнипе çыру çырать.

Тĕлĕнмелле сăмахсем çыртарать ăна амăшĕ. Хăй кăшт хĕремесленсе пуçне пăрать те: «Çыр. Эй, савнă чунăм, çутă уйăхăм, хĕрлĕ хĕвелĕм… çыртăн-и?» — тет. Тарас пуçне çĕклемесĕр амăшĕн сăмахĕсене пĕр улăштармасăр çырать. Куçран куçа пăхма иккĕшĕ те вăтанаççĕ вĕсем çыру çырнă чух. Малтан Тараса çак сăмахсем кулăшла пек туйăнатчĕç. Каярах вăл пурнăç тути-масине туя пуçларĕ, «ăшăтмасть-ха пире хĕрлĕ хĕвел», — тесе шухăшлакан пулчĕ.

Çакăн пек çырусем вĕсем ĕлĕкрех çыратчĕç. Кĕркуннеренпе ашшĕнчен çыру килми пулчĕ. Рамашран та хыпар çук.

Халĕ Тарас час-часах килте пĕчченех юлать. Никампа калаçми пулнă амăшĕ таçта кайса çухалать те киле час таврăнмасть. Пĕррехинче Тарас амăшĕ хăш еннелле кайса çӳренине вăрттăн йĕрлерĕ. Пасар вĕçĕнчи масара, ачисен тăпри çине çӳрет иккен вăл, мĕскĕн. Ача каллех хурланчĕ, киле таврăнсан, амăшне кĕтсе, макăрса та илчĕ.

Çăварни эрни те иртсе пырать ĕнтĕ. Паян та Тарас амăшне кĕтсе кĕнеке вуласа ларать. Пӳрт сивĕннине сиссен, вăл пысăк çунашкапа тимиçе хут кайса, анкартинчен улăм турттарса килчĕ, хăех кăмака хутса ячĕ. Улăмпа вут хутнă чух пӳртрен ниçта та тухса çӳреме юрамасть, пĕрмаях улăм çыххи туса кăмакана чиксе лармалла. Хушăран турчăкапа пăтратса илмелле. Часах Тарас виçĕ çунашка улăм çунтарса пĕтерчĕ те кăмака юшкине хупрĕ, хăй уйăх çутипе кĕнеке вулама чӳрече янаххи çине пырса тĕрĕнчĕ. Кĕçех амăшĕ те таврăнчĕ.

Ачана савăнтарса, Лисук паян пирвайхи хут ĕлĕкхи пек лăпкă сасăпа сăмах чĕнчĕ:

— Эс юшкăна хупрăн та-и, Тарас? Сĕрĕмлĕ хупмарăн-и?

— Улăм кĕлĕнчен мĕн сĕрĕмĕ пултăр, — мăн çын пекех хуравларĕ Тарас.

— Ма хăйă çутмастăн? Уйăх çутипе вуласа куçна пăсăн.

— Краççын сахал. Тен, çăварнине хăнасем килĕç.

— Пирĕн пата кам килтĕр ĕнтĕ, Тарас! Якалĕнчи аçу хурăнташĕсем килмĕç — унта акку хăнара. Чулçырмара унăн çывăх хурăнташ çук.

— Трашук пичче хурăнташ мар-и?

— Трашук пиччӳ килĕччĕ те — тарçăра пурăнать вăл. Тарçă хăнана çӳремест.

— Анне, мана мăн куккасем хăнана килессĕн туйăнать. эпĕ куккана иртнĕ каç тĕлĕкре куртăм, — терĕ Тарас темĕскер ĕмĕтленнĕ сасăпа.

— Мăн кукку та юлашки вăхăтра манчĕ пире, килми пулчĕ. Халь килсен те сăйлаймастпăр. Çăнăх та пӳлме тĕпĕнче çеç. Сутăн илме ăçтан укçа çитерĕпĕр? Пĕр пăчĕ çирĕм тенкĕрен иртсе кайрĕ. Аçу та, пиччӳ те пăрахрĕç пире. Укçа та ямаççĕ, çыру та çырмаççĕ. Пĕртен-пĕр ĕнене сутмалла пулчĕ. Ене укçи пĕтсен, выçă вилес пулать-и ĕнтĕ? — йĕрес пек хурланса мăкăртатрĕ амăшĕ.

Халĕ пушшех лăпланчĕ Тарас: «Калаçать-ха, макăрма та хатĕр». Лăпланчĕ те каллех вулама пикенчĕ. Анчах кĕçĕр вуласси иулмарĕ иккен. Каçранах шăпланнă урамра сасартăк сасăсем илтĕнчĕç. Тарас чӳрече кĕленчине вĕрсе ăшăтрĕ те уртăнса урамалла пăхрĕ. Уйăх çутинче шурă юрпа витĕннĕ урам лайăх курăнать. Темиçе лав çывхарса килет. Акă малти тӳрех Тарассен хапхи еннелле пăрăнчĕ. Çуна çинчен тăлăп тăхăннă çын йăраланса анчĕ, талăпне хывса пăрахрĕ те йĕри-тавра пăхкаласа тăчĕ. Ытти çунасем çинчен те çынсем сике-сике анчĕç. Пĕри вырăсла кăшкăрса калаçрĕ: «Çитрĕмĕр-и, çук-и? Ялĕн тăршшĕ вунă çухрăм ытла пулĕ. Яла çитсе кĕнĕренпе пĕр сехет иртрĕ ĕнтĕ. Мĕн пулсан та, урăх ниçта та каймастăп, лашана çакăнта урамрах тăварап». Ыттисем кула пуçларĕç. Малтан çуна çийчен анни чăвашлах калаçать: «Çитессе çитрĕмĕр. Килкартине. кĕреймĕн кунта. Пысăк хапхи уçăлмасть пуль вĕсен, юр пусса кайнă». Тепри те чăвашла сас пачĕ: «Юрне хамăрах хырса тасатăпăр. Хуçисем çывăрнă пуль. Чӳречерен пырса шакка-ха, Кириле мучи».

Тĕлĕнсе пăхса тăракан ача тинех палласа илчĕ.

— Анне, мăн куккасем килсе çитрĕç! — тесе кăшкăрчĕте вăл çарамасах тула чупса тухрĕ. Мĕскĕн хĕрарăм малтан ĕненмерĕ, кайран, пиччĕшĕн селĕп сассине уйăрса илсен, макăрса ячĕ…

Çарамас чупса тухнă ачана хăнасем пӳрте хăваласа кĕртме тăрăшрĕç. «Чим-ха, Тарас, эпĕ те санпа пĕрле пӳрте кĕрем, арçынсем айкашчăр кунта», — илтĕнчĕ майра сасси. Çавăнтах Тараса пĕр тăлăп пырса ыталарĕ те, пĕчĕк ачана йăтнă пек йăтса, пӳрт алăкĕ еннелле утрĕ.

— Эсĕ пысăк иккен, Тараска. Пĕвӳпе Рамаша хăваласа çите пуçланă, — терĕ майра, пӳрте кĕрсен. Ача вара тӳрех тавçăрса илчĕ: Оля ку. Ун çинчен Рамаш хăйĕн юлташĕпе калаçнине илтнĕччĕ Тарас.

Тулти пӳртре тăлăп хывса шалти пӳрте кĕрсен, Оля Лисук инкене сывлăх сунчĕ. Ыталаса та илесшĕнччĕ вăл ăна — хăяймарĕ.

— Анне, ма эс лампа кĕленчине тăхăнтармастăн? Халь краççын ан шелле ĕнтĕ, хăнасем килчĕç вĕт, — терĕ пĕчĕк хуçа.

— Шеллесе мар, ыльăм, алă чĕтренипе лампа кĕленчине ӳкерсе çĕмĕртĕм, — терĕ амăшĕ, айăпа кĕнĕ пĕчĕк ача пек. Хытă пăлханнипе такăна-такăна калаçрĕ вăл.

— Апла пулсан, юлашки краççына аттен «Çиçĕм» лампине ярса çут, Праçник вĕт паян.

Çапла калаçса, ача кĕрĕк тăхăна пуçларĕ.

— Эс ăçта кайма хатĕрленетĕн, Тараска? — ыйтрĕ майра.

— Лаша тăвариччен Кирилл Ивановичпа анкартине кайса килес. Улăм кирлĕ, тулти иӳрте те хутмалла пулать. Хăшĕ-пĕри кăмака çине выртĕç. Кунта иурте шăнăçаймăпăр.

— Ну маттур та иккен эс, Тарас! — кулса ячĕ Оля. — Пĕчĕк кил пуçĕ. Юрĕ. Кăмака çине иксĕмĕр выртăпăр, анкартине те иксĕмĕр кайса килĕпĕр. Эс вырăсла пиччӳ пекех таса калаçатăн. Шкула çӳретĕн-и?

— Тăваттăмĕш класа çӳре пуçланăччĕ те…

— О, сирĕн кунта тăваттăмĕш класс та пур-и? Мĕн, халь хăвах çӳреме пăрахрăн-и?

— Пирĕн учителе Пасар вĕçĕнчи буржуйсем вĕлерчĕç. Большевикчĕ вăл, Михаил Петрович. Унăн мăшăрĕ Елена Федоровна пĕчĕккисене вĕрентет. Пире вĕрентекен çук.

Картишне тухсан та Тарас хăйне хăй хуçа пек тыткаларĕ. Куккăшне часрах пӳрте кĕме хушрĕ.

— Эпир вĕт, кукка, пĕчĕк Укçене те пытартăмăр, — терĕ. — Анне хуйхăрса чĕлхесĕрленнĕччĕ. Халь калаçа пуçларĕ. Кĕр, атту вăл «Çиçĕм» кĕленчнне те çĕмĕрĕ тата.

Трашукпа Яхруш, Спиркăпа Филька, хăйсем хушшинче шавласа, лаша тăвараççĕ. Кириле мучи пӳрте кĕме васкарĕ.

Ирхине аслисем канаш тытрĕç. Мĕнпур пурлăха ултă лавпа тиесе кайма пулать. Мĕн шăнăçайманнине шанчăклă кӳршĕсем патне леçсе хăварас. Пӳрчĕпе вара мĕн тумалла-ши? Сутса ямалла-и е çăва тухиччен çаплипех хăвармалла? Юлашкиичен асли çапла каларĕ:

— Сутма кирлĕ мар. Укçа йӳнелсех пырать. Самана кăшт лăплансан, Сахар киле таврăнсан, пӳртне куçарать вăл. йывăç пӳрте куçарасси ним те мар. Каллех ниме туса килĕпĕр. Халĕ алăкĕпе чӳречисене çапса хăварас. Çынсем çăварни чупма пуçличчен эпĕ Стихван хăта патне кайса килем-ха. Юлнă япаласене çавăн патне хăварăпăр, пӳрте асăрхаса тăтăр. Эс, Лисук, икерчĕ пĕçерсе сăйла хăнасене.

Ватти тухса кайсан, çамрăксем пĕр саманта шăп ларчĕç. Оля вара, ним тума аптранипе, стена çинчи ӳкерчĕксене пăхкалама тытăнчĕ. Çавна кура Тарас арчаран тата пĕр çыхă ӳкерчĕк туртса кăларчĕ.

— Пичче картинкисем кусем, — терĕ вăл. — Патша сăнĕсем те пурччĕ. Эп вĕсене революци пулнă хыççăн çурса тăкрăм, генералсене хăвартăм…

Пурте ӳкерчĕк пăхма пикенчĕç. Тарас пĕрин хыççăн теприне кăтартса ăнлантарса парать: «Акă генералсем: ку Брусилов, ку Иванов, ку Алексеев, ку Сухомлинов… »

— Каледин е Дутов çук-и кунта? Контрăсене усратăн пулсан, сана тӳрех шорник пӳлĕмне хупса лартас пулать, — терĕ Филька.

— Контрăсене хамах çурса тăкрăм, — калаçать Тарас. — Сухомлиновне çурмарăм-ха. Ăна патша хăех тĕрмене лартнă. Акă Кузьма Крючков. Сăнă çине вуникĕ нимĕç тăрăнтарнă вăл. Салтакран таврăннă Алюш пичче ăна та çурса тăкма хушрĕ, суя вăл тет. Эпĕ çурмарăм. Акă пĕр салтак офицера вилĕмрен çăлнă, хăй суранланнă пулин те, командирне ултă çухрăм йăтса пынă. Алюш пичче кăна та çурма хушрĕ, офицера çăлма кирлĕ марччĕ терĕ. Эп çурмарăм. Кăсене вара никам та çурма хушмасть, пурте пăхса савăнаççĕ, юррисене юрлаççĕ.

Юрăллă ӳкерчĕксем хушшинче Оля иĕлекеннисем те, пĕлменнисем те пур: «Коробочка», «Златые горы», «Потеряла я колечко», «Умер бедняга», «Тихо стонет синее море». Кунтах Филькăн юратнă юрри: «Ехал с ярмарки ухарь-купец».

Ӳкерчĕксене пăхса тухнă хыççăн Оля салхуланчĕ.

— Генералсем нумай сан, Тараска. Аçупа пиччӳн ӳкерчĕкĕсем çук-им вара? Пур пулсан, ма пире кăтартмастăн?

— Пур, — куçне ялтăртаттарчĕ Тарас. — Аттен ӳкерчĕкĕ аннере, арчара усрать вăл ăна. Пиччен тесен… акă вăл, тульккĕ пĕччен мар вăл кунта. Еликовăн черкесĕпе иккĕшĕ пĕрле ӳкерттернĕччĕ.

Оля вăтанса тăмарĕ, ача аллинчи ӳкерчске ярса тытрĕ те пăха-пăха савăнчĕ. Унтан ӳкерчĕкне тутăрпа чĕркесе хĕвне чикрĕ.

— Юрать-и, Тарас? — ыйтрĕ кайран тин. — Мана кирлĕрех вăл. Упрасса та эп ăна лайăхрах упрăн.

— Ю… юрать, — терĕ аптраса кайнă ача.

— Куратăп-çке, кăшт кăмăлсăрлантăн. Эсĕ те пиччӳшĕн тунсăхланă пуль çав. Юрĕ, пиччӳне курма пирĕн енне час-часрах чупкалăн, — терĕ Оля, Тараса пуçран ачашласа.

Тепĕр кун ирхине тул çутăличченех Тайман Сахарĕн тăлăха юлакан пӳртне кӳршĕри çамрăк арçынсем — фронтовиксем хăнасемпе хуçасене ăсатма пухăнчĕç. Халь тăруках хăюлланнă вĕсем. Тарасăн Алюш пиччĕшĕ кĕнĕ-кĕменех ачана хупăрларĕ:

— Эс, Тарас Захарчă, генералсене çуратăн-и, çурмастăн-и? Çурмасан-, сана Пасар вĕçне ăсатмалла пулать.

Вырăссем умĕнче юри вырăсла калаçрĕ Алюш салтак. Тарасĕ те вырăслах хуравларĕ:

— Çурмастăп. Тăхтас терĕм-ха. Тен, вĕсенчен хăшĕ-пĕри Совет влаçĕ майлă пулĕç. Пирĕн учнтель Брусилов генерала питĕ мухтатчĕ. Чăнах та, ун тумтирĕ те хĕрлĕ.

— Мундирĕ хĕрлĕ пулни ниме те пĕлтермест. Генерал от кавалерии вăл, çавăнпа çеç ăна хĕрлĕ мундир тăхăнтарнă.

— Пурпĕрех çурмастăп. Михаил Петровнч юрататчĕ ăна, — кутăнлансах хуравларĕ халĕ ача.

Оля кулса ячĕ. Пĕр-ик сăмах Тараса мухтаса каларĕ.

— Ку мĕнле майра пулчĕ-ха? — хальхинче чăвашла ыйтрĕ Алюш салтак.

— Пиччен хĕрĕ, — терĕ Тарас. Оля чăвашла калаçнине ăнланчĕ.

— Ага. Эпĕ Рамашăн çураçнă херĕ, — терĕ вăл. Вара Алюш салтак унпа калаçма пикенчĕ.

Ыттисем чăвашлах сӳпĕлтетеççĕ. Кунта та ревком Совет влаçĕ тума килсе çитнĕ иккен. Çавăнпа Пасарлăял чăвашĕсем те паян хăюланнă. Трашук вĕсене фронтовиксен улахĕ пирки, Чулçырмара суйлава епле хатĕрленни çинчен каласа пачĕ, Кириле мучие Совета суйлани çинчен те асăнчĕ. Вара салтаксем Совет членне сырса илчĕç.

Тул çутăлнă çĕре ултă лав вăрăм урам тăрăх инçе çула тапранче. Лисукăн чĕри икке çурăлас пек шаккать: çурри тăван яла вăркăнать, тепĕр çурри кунта юласшăн çунать. Унăн тăван ачисем çакăнти тăпра айĕнче выртса юлаççĕ вĕт. «Эх, Сахар, Сахар! Ма эс мана кунта илсе килтĕн те пăрахса хăвартăн. Эс ыттисем пек киле таврăннă пулсан, тен, пĕчĕкки те пулин вилмен пулĕччĕ… » — хăй ăшĕнче хурлăхлăн ӳпкелешет тăлăх хĕрарăм.

Тараспа Оля нер лав çине ларнă. Рамаша асăнса калаçмалли вĕсен вăрăм çул тăршшĕпех те иксĕлмĕ.

Иклетнĕ-ши паян Сахарпа Рамаш? Анчах Мăрзабай Çимунĕ çав вăхăтра Трашук çырăвне савăнса вуласа выртать. Тайман Сахарĕн çемйине Чулçырмăна куçарма каятпăр тесе çырать ун çамрăк тусĕ.

Тепĕр çимĕк умĕн

Вунпилĕк эрне тесе ăнсăртран мар, тĕрĕс шутласа хурсах асăнчĕ Оля çăварни умĕн Трашукпа калаçнă чух. Анчах вăл, шутласа тăмасăр, çитмĕл çичĕ эрне тенĕ пулсан, тата тĕрĕсрех пулатчĕ пуль. Вĕсем Пасарлăяла кайса килнĕренпе вунпилĕк эрни те иртрĕ ĕнтĕ, çапах Рамашпа курнăçас кун пĕртте çывхармарĕ. Çимĕкĕ те улталĕ-ши Ольăна, Тук хĕрринче чарăнса тăмасăр иртсе кайĕ-ши?

Çанталăк пĕлтĕрхи пекех вырăс çимĕкне кĕтсе савăнать. Чӳккукри тĕрлĕ сасăпа янрашать, Тук шывĕ шарлак тĕлте Ольăна чĕнсе шăнкăртатать. Çавăнта ирхине хĕвел тухнă-тухман шухăша кайса утса пычĕ Оля, куçне хупса вăрманпа шыв сассине шăппăн итлесе тăчĕ. Акă вăл сасартăк куçне уçĕ те юнашар тăракан, чие тĕслĕ кĕпе тăхăннă каччине курах кайĕ…

Уçрĕ куçне Оля… Юнашар Рамаш çукки тĕлĕнтермерĕ ăна, урăххи тĕлĕнтерчĕ: пĕр самант хушшинче çанталăк уншăн йăлтах улшăнчĕ, чунсăрланчĕ. Хĕвел çути те, вăрманпа шыв сасси те савăнтармаççĕ салху хĕре.

Пĕлтĕрхи савăнăçран кунта ним те юлман-шим вара? Апла пулсан, ма çак енне çӳретĕн, Оля? Ма Тук урлă каçса Рамаш сукмакĕ çине тухма васкатăн? Пăрутапăрĕ çывăхĕнче пурах çав савăнăç Ольăшăн. Пĕлтĕрхи савăнăç мар, кăçалхи савăнăç вăл, çăварни эрнинче çуралнăскер. Хĕр чĕрин тепĕр кĕтессинче тепĕр тутлă туйăм çуралчĕ кăçал. Хĕрарăм туйăмĕ, амăш туйăмĕ мар-и вăл? Çав кĕтесре пĕчĕк Тарас пурăнать.

Ольăн сăнĕ çутала пуçларĕ, вăл шыв урлă каçрĕ те Рамаш сукмакĕпе Пăрутапăрне пырса тухрĕ, чăнкă çыран хĕрринче чарăнса тăчĕ. Кунта вăл, Тарас — Чугун авăрĕн çĕнĕ хуçи. Хăй курăнмасть ку тĕлтен, шыв çийĕпе тăсăлнă вăлта хуллисем çеç курăнаççĕ.

Оля хуллен кăна «пасарлăялла» шăхăрчĕ те хăй тĕм хыçнелле пăрăнчĕ. Шыв хĕрринчи кукленсе ларакан пĕчĕк пулăçă чалт! сиксе тăчĕ, çӳлелле пăхрĕ. Никам та курăнмасть. Такам тепре хытăрах шăхăрса илчĕ. Вара Тарас, вăлта хуллисене пăрахса хăварса, çӳлелле вăркăнчĕ. Анчах унта никам та çук-çке. Ача хашкаса йĕри-тавра пăхкаласа тăрать. Сасартăк темле, улăхрп чечексем пек, тĕрлĕ тĕслĕ çавраçил килсе çапрĕ ăна, çертен çĕклесе пĕр вырăнта хăвăрт-хăвăрт çавăрма пуçларĕ.

Оля ахăлтатса кулать, Тарас сехре хăпнă пек çухăрать:

— Асăрхан, Олякка! Хитре сарапнанна варалама пултаратăн. Ал-ура йĕпеннĕ, пылчăкланнă ман.

— Нимех мар, Тараска. Пылчăк мар вăл — шыв та хăйăр кăна. Уру вараланчăк пулин те, чуну таса сан, ангелăнни пек таса, — тет Оля, çавранма чарăнса. — Атя, ешĕл курăк çине юнашар ларар. Пуллусем кĕтчĕр. Пурпĕрех ылтăн пулă тытаймастăн эс.

Ача Оля сăмахĕн вăрттăн пĕлтерĕшне туймасть.

— Ылтăн пулă — юмах вăл, — тет.

— Тĕрĕс, юмах кăна çав, — аллисене хуçкалать Оля. — Ылтăн пулли те юмах, вырăс çимĕкĕ те юмах…

«Рамаш та юмах», тесе каласшăнччĕ вăл тата, анчах каламарĕ, хĕврен тĕрленĕ алă тутрипе чĕркенĕ япала кăларчĕ те:

— Курас тетĕн-и, тунсăхларăн пуль? — терĕ.

— Аха.

— Мĕнле шухăшлатăн, Тараска? Килĕ-ши вăл çимĕке е килмĕ-ши?

Тăруках хуравламасть ача. Пиччĕшĕн сăнӳкерчĕкне, ытла тунсăхланă пек, татăлмасăр пăхса, шарламасăр ларать, хăй çав вăхăтра шухăшлать:

«Çук, килмест пичче. Çак хăрушă вăхăтра килме пултараймасть вăл. Дутов каллех йышлă çар пухса çитернĕ, Оренбургпа Çтерлитамак хушши шăп ун аллинче». Тарас нумай пĕлекен пулса кайнă. Вăл ашшĕнчен тата Çимун пиччĕшĕнчен çыру илсе тăрать. Тĕрĕссипе Çимун пиччĕшĕ ун патне мар, Трашук иатне çырать. Тарас ăна илсе вулать те кайран вара Хăмăшлана, Трашук патне, Мирски Тимукран парса ярать. Çапла тума Трашук хире тухса каяс умĕн хăй хушса хăварнă. Тарас нумай пĕлет те сахал калаçать. Халĕ Ольăна та кăштах калас пулать ĕнтĕ, çимĕкчен виçĕ кун çеç юлчĕ вĕт.

— Килеймест пуль, Олякка. Контрăсем йышланнă. Пичче вăл пур контрăсене çĕнтериччен килеймест ĕнтĕ. Атте те килеймест.

Оля хăй те сисет-ха çавна. Кăçалхи çимĕк савăнăç кӳреймĕ. Çапах ача сăмахĕ ун юлашки шанчăкне татрĕ, çав вăхăтрах хĕр чунне кăшт кантарчĕ те. Халь тин ăстăнпа та, чĕрепе те тавçăра пуçларĕ вăл: Рамаша юратнă хĕртен, ун ашшĕне çемйинчен уйăрса тăракан вăй юрату туйăмĕнчен те, кил пуçĕн тивĕçĕнчен те вăйлăрах иккен. Упкелешме кирлĕ мар. Çапла шухăшласа, Оля юнашар ларакан ачан пуçне ачашшăн тăрмалать.

— Тĕлĕнетĕп санран, Тараска. Пирĕн ватă Артем мучи пекех пысăк ăслă эс. Кама хунă-ши? Пĕртте пиччӳн евĕрĕ çук санра.

— Кăмăлпа аннене, кĕлеткепе асаннене хунă эп. Пичче тесен, вăл кĕлеткипе аттене, кăмăлĕпе асаннене хунă.

Кулас та килет Ольăн, макăрас та килет.

— Эп каям ĕнгĕ, Олякка. Хĕвел ирхи аиата хăпариччен пулă тытса юлам. Пĕр яшкалăх тытрăм, хам валли, халь тепĕр яшкалăх, сан валли тытап, Олякка.

— Ма эс мана Олякка тесе чĕнетĕн, чăвашла ингэ тесе чĕнместĕн?

Тарас хĕремесленсе ӳкрĕ, çапах хирĕç чĕнмесĕр хăвармарĕ:

— Халлĕхе акка пулатăн. Пичче таврăнсан, туй тусан, вара инке пулăн. Халь апла чĕнме юрамасть-ха. Çынсем санран тăрăхласа кулма пуçлĕç.

Оля тинех кулса ячĕ.

— Ну юрĕ, Тарас мучи, чуп, эппин. Эп сан валли чечек татса çыхă тăвам. Чечек юрататăн-и эс?

— Аха, — терĕ те Тарас аялалла сулхăн хăйăр çине сикрĕ.

Оля Тикĕтпуçсине кĕрсе кайрĕ. Акă вăл пĕр уçланкă вырăна çитрĕ те каллех пĕлтĕрхине аса илчĕ. Çакăнта вĕсем Кĕтерипе тум улăштарса тăхăннăччĕ. «Телейлĕ çав Кидери, — шухăшларĕ Оля. — Хăйĕн нумай вĕреннĕ акамĕпе, ним хуйхăрмасăр, çимĕке хатĕрленет пуль-ха. Каллех çитĕ çав «Вырăс çимĕкĕ», каллех чечеклĕ улăхра савăк сасăсем ян кайĕç… »

Çук, Кĕтеришĕн те кăçалхи çимĕк савăнăç сунмасть иккен. Вăл çак самантра Тук хĕрринче, Чӳккукрин тепĕр вĕçĕнче, хуйхăллă шухăша кайса ларать. Уншăн çимĕкĕ виçĕ кунран мар, виçĕ уйăхран килинччĕ. Пысăк инкек илсе килесшĕн вăл Кĕтеришĕн. Кĕтнĕ савăнăçран пуçланмарĕ-и çак инкек?

Çуркунне Кĕтери ашшĕпе Зар Ехим ашшĕ салтакран таврăнчĕç. Иккĕшĕ те «песвĕç» çухалнă çынсемччĕ. Пĕрле тыткăнра пулнă, пĕрле таврăннă. Икĕ салтак çемйинче халь савăнăç. Салтаксем тыткăнра чухнех пĕр шухăш тытнă, киле таврăничченех пĕрне-пĕри хăта тесе чĕне пуçланă — халĕ вара Ваççа салтак Хветĕр салтак патне евчĕ çӳретме тытăнчĕ.

Кĕтери ашшĕне макăрса йăлăнчĕ, кĕркуннеччен тăхтама ыйтрĕ: «Эсĕ салтака кайнă чух эпĕ ачаччĕ, атте. Санпа пĕрле пурăнса та кураймарăм. Çу каçа та пулин пĕрле пурăнас килет», — терĕ. Ашшĕ çимĕкчен çеç кĕтме килĕшрĕ.

Аслă хĕрĕн кăмăлне ашшĕ пĕлмест-ха. Кĕтери ашшĕ ирĕкне пăхса тăмĕччĕ, паян тесен паянах юратнă каччи патне тухса тарĕччĕ те… вăл юратакан каччă урăххине юратать çав. Трашукпа халиччен тӳррĕнех калаçса пăхманшăн Кĕтери хăйне хăй ятла пуçларĕ. Калаçса пăхасчĕ унпа чун уçса — Трашук киле таврăнмасăр таçта хирте ĕçлет. Çынсем тахçанах çураки ĕçĕсене пĕтернĕ… Мăрзабай ĕçне нихçан та туса пĕтереймĕн. Эй, ухмах Трашук, камшăн тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пурăнатăн?

Ашшĕ хатĕрленĕ шăпана хĕр нимсĕрех парăнасшăн пулмарĕ, ăраскалĕшĕн, малашлăхĕшĕн çапăçма шутларĕ. Трашука курас та куçран пăхса тӳрех калас: «Эпĕ сана юрататăп. Кăмăлу пулсан, мăшăрланар», — тесе. Каччăн кăмăлĕ пулмасан вара, ашшĕн ирĕкĕ пултăр.

Чăнах та Хăмăшлана кайса Трашукпа калаçас кăмăлпа тухрĕ пек Кĕтери килтен, анчах сăрт еннелле мар, юханшыв еннелле çул тытрĕ вăл. Хĕр пуçпа каччă патне кайса мăйран уртăнни килĕшмест çав. «Кĕççе пит» тейĕç çынсем, тата тем-тем каласа пĕтерĕç.

Чӳккукрине çитсен, Кĕтери шыв хĕрринчи хăвалăха кĕр-се ларчĕ, çак шăплăхра хăйĕн шăпи пирки тĕплĕн шухăшласа пăхас терĕ.

Мĕн тăвас? Кам ăна пулăшма пултарĕ-ши? Наçтук ăнланаймĕ ăна: уншăн Санька-и, Зар Ехим-и — пурпĕрех. Пурин çине те çӳлтен пăхать. Праски ытла вĕлтĕркке, вăл та çын хуйхине ăнланаймĕ, ăнлансан та сиреймĕ. Анне? Атте ирĕкĕнчен иртеймĕ вăл. Хамран урăх никам та пулăшаяс çук мана. Хăмăшлана кайма юрамасть. Çыру çырас вара.

Эх, çыру путлĕрех çырма пĕлсен, каччă чĕрине сăмахпа хускатĕччĕ хĕр… Тен, Наçтука çыртармалла? Çук, юрамасть, Кĕтери хăех çырать. Çунакан чĕре сăмах тупĕ, сăмахĕ тупăнсан, сасиаллийĕсем те тупăнĕç. Хăшĕ-пĕри вырăнлă ларма пĕлмесен, уншăн Трашук кулмĕ. Çынран кулаканни мар вăл. Çавăншăн юратать те ĕнтĕ ăна Кĕтери. Çавăншăн-и? Çук, мĕншĕнне хăй те пĕлмест. Çапах унăн каччи вăл. Урăх никама та памасть вăл ăна. Никама та!

Тепĕр хуйхă тата: çырнă çырăва епле Трашук патне çитерес? Мирски Тимук яла час-часах килсе çӳрет. Çавăнтан парса ярас-и? Юрамасть. Ахальтен мар ăна Мирски теççĕ. Çын çинче чĕмсĕр вăл — пĕр-пĕр Емпĕлти Альтукпа пĕччен юлсан, сӳпĕлти хĕрарăм пекех палкать пуль. Емпĕлти Альтукĕ вара ял çине сăмах сарĕ…

Çил, таçтан килсе, Чӳккукри çине вĕрсе илчĕ. Çӳллĕ ăвăс тăррисем хăйсем хушшинче тем шапăлтатма пуçларĕç. Çын калаçнă пекех илтĕнет. «Чӳккукрин чунĕ ман пирки пăшăрханмасть-ши?» Асламăшне аса илчĕ Кĕтери. Ват çын кунта чнркĕве çӳренĕ пек çӳретчĕ, час-часах пĕчĕк Кĕтерие хăйпе ертсе килетчĕ. Яланах хăйĕн хуйхи-суйхи пирки турра йăлăнатчĕ вăл. Халĕ Кĕтери те, хăй сисмесĕрех, асламăш пек, турра йăлăнма пуçланăччĕ:

— Эй, пӳлĕхçĕм, пӳлĕхçĕм! Чунтан тархаслатăп сана…

Пӳлĕхĕ хĕр хăй сăмахне каласа иĕтеричченех ăнланчĕ курăнать. Çывăхрах сасăсем илтĕнчĕç:

— Ыран та килетĕн-и кунта, Тараска?

— Килместĕп. Ыран эп Мирски пиччепе Хăмăшлана Трашук пичче патне каятăп.

— Пыр, эппин. Эп каялла таврăнам. Трашука пиртен пуринчен те пысăк салам кала. Часрах яла таврăнтăр. Хытă тунсăхларăмăр.

Сукмакĕ икĕ утăмра çеç. Кĕтери, пуçне чиксе, лăпчăнса ларчĕ, сывлăш кăларма та хăрать. Тараспа Оля икĕ еннелле уйрăлса кайсан тин сывлăш кăларчĕ пытанса ларакан хĕр. Сывлăш кăларчĕ те асламăш пекех: «Тав сана, пӳлĕхçĕм!» — терĕ. Хăй çав вăхăтрах ваттисем пек хăтланнăшăн тута вĕççĕн кулса илчĕ.

Трашук, чăнах та, кăçал çăвĕпех яла таврăнасшăн мар. Вăл çуракине тухса кайнă чух хăйне хăй сăмах панăччĕ: «Çимун пичче таврăнмасан е Рамаш килсе çитмесен, эпĕ те çу каçах яла килсе курмастăп». Ма çапла кăмăлсăрланса кайнă-ха пирĕн каччă? Ашшĕ внлнĕ хыççăн, пурнăç сасартăк йăлтах улшăннă хыççăн, чун канăçне тупма ăна чи малтан Рамаш пулăшрĕ. Каярах çавăн пек çын уншăн Çимун пулчĕ, унтан Мишша салтак тупăнчĕ. Халĕ вĕсем пĕри те çук. Лешеккине Ольăсем патне пурпĕрех кайса çӳреймест вăл. Амăшĕ патне çӳрени — тăлăх хĕрарăма кичемлĕхпе хурлантарни çеç. Ялта тĕрĕссипе никама та курас килмест унăн.

Наçтука та курасшăнах мар Трашук. Тăртаннă тута пурпĕрех кулать унран, хăмăр куç тăрăхлать, чĕкеç сасси мăшкăллать. Çапах та каччă Мăрзабай хĕрĕ патне киле кĕрес шухăшне пăрахман-ха. Хĕр чĕрине илĕртсе мар, ашшĕне ĕçпе юраса кĕрӳ пуласшăн вăл.

Çăвĕпех хирте пурăнма Мирски Тимук лайăх сăлтав тупса пачĕ ăна. Мăрзабайăн ĕç вăкăрĕсем пур — пĕр кӳлĕмлĕх. Çимун уйрăлнă чух вăкăрсене пайласшăн пулмарĕ. Мучăшĕ вара виçĕ лашаран пĕр лаша çеç хăйне валли хăварчĕ. Çитет ăна: ака тума вăкăрсем пур. Тата юпах тиха çитĕнет. Хальччен Мăрзабай вăкăрсене çăвĕпех хирте тытса курманччĕ. Мирски Тимук çакăн пек канаш пачĕ:

— Çын куçне ан курăнччăр. Самана йĕркене кĕриччен сана Виçĕ Якур йышшисем кулак тесе ан шутлаччăр. Эп: «Вăкăрсене сутрăмăр, укçине Çимунпа пайларăмăр», тесе сăмах сарăп, — терĕ вăл хуçана.

Мăрзабай ăшне тытса кулчĕ, унтан, урăлса çитменскер, аллине сулчĕ те: «Атя, хăтланах. Маншăн пурĕпĕр», — терĕ.

Çимĕк умĕн ирхине Трашук, вăкăр кӳлсе, темиçе урапа йăлăм ути çулса килчĕ. Вăл вăхăтлăха туса лартнă картара утă купине тирпейлетчĕ. Çывăхрах ача сасси илтĕнчĕ:

— Трашук пичче, ăçта эсĕ?

Хирте пĕччен пурăнакан йĕкĕт тĕлĕнсе ӳкрĕ: «Кам шыраса çӳрет-ши мана?»

— Эс ăçтан килсе тухрăн кунта? — тата ытларах тĕлĕнчĕ Трашук, Тараса курсан. — Çуранах килтĕн-им? Епле тупрăн вара?

— Çук, çуран мар. Тимук пиччепе ларса килтĕм. Вăл, кунта кĕмесĕр, тӳрех Хăмăшла именине кайрĕ. Эп çул юппине сиксе юлтăм.

— Мĕн пулчĕ вара? Пиччӳ килсе çитмерĕ-и?

— Кĕтсех тăр! Сансăр тунсăхларăм. Трашук пичче, эс мана утă çулма вĕрент-ха. Эпĕ вара мăн куккасене ĕçре пулăшакан пӳлăттăм.

— Вунă çулхи ачасем утă çулмаççĕ. Эп хам та пĕлтĕр кăна çулма вĕрентĕм. Ан васка. Мăн кукку сансăр та аптраса каймĕ-ха.

— Вунă çулхи мар эпĕ. Çăварни умĕн вунпĕр тултартăм. Вуниккĕре теме пулать. Кĕлеткепе эп вунтăваттăри пек курăнап. Хампа тантăшсем Тарас пичче тесе чĕнеççĕ мана.

— Чăнах-и?! — Трашук кулса ячĕ, ачана лăскакаласа илчĕ.

— Трашук пичче, эп сан валли икĕ çыру илсе килтĕм. Пĕри Çимун пиччерен. Тепри вăрттăн çыру. Кам çырнине хăвах курăн.

Трашук хĕремесленсе ӳкрĕ: «Вăрттăн çыру! Тинех Наçтукран çыру кĕтсе илтĕм-ши?».

Çырусене тăруках уçса вуламарĕ чăтăмлă йĕкĕт, кĕсъене чикрĕ те Тараса пӳрте чĕнсе кĕртрĕ. Ирхи апат тукаланă хыççăн Трашук хăйĕн хăнине çывăхри кӳлĕ патне шыва кĕме ертсе кайрĕ.

Ача шывра чăмпăлтатнă вăхăтра Трашук йăмра айне çыру вулама ларчĕ. Малтан вăл Çимун çырăвне уçса вуларĕ. Вуласа тухрĕ те тарăн шухăша кайрĕ. Вăл пĕлекен чăн лайăх çынсем пурте Совет влаçĕшĕн çапăçма кайрĕç: Рамаш, Çимун, Радаев, Мишша салтак, Илюша. Никам та ирĕксĕрлемен вĕсене, хăйсен ирĕкĕпе кайнă. Çимун пиччене тепĕр хут вăрçă ĕçĕнчен хăтарнă, вăл, ав, киле таврăнма васкамасть-ха. Малтан Самара, темле Воробьев юлташ патне, кайса килесшĕн. Çав вăхăтрах киле таврăнас çул хупланма пултарать, тесе çырать тата. Шурă казаксен çарĕ Самар еннелле тапăннă, Сурачăна çитнĕ. Фронт тени халь ĕнтĕ пĕр аллă çухрăмра çеç.

«Ухмах, — терĕ юлашкинчен Трашук, хăйне хăй сивлесе. — Юмахри телее кĕтсе пурăнатăп çеçенхирте. Мирски Тимук хăй кĕттĕр кунта хуçа вăкăрĕсене. Яла таврăнас та… »

Каччă кĕсъери тепĕр çыру пирки те, Тарас пирки те манса кайнăччĕ. Ура çине тăрса йĕри-тавра пăхкаларĕ те хăраса ӳкрĕ: Тарас курăнмасть! Путман-и вăл шыва?

— Тара-а-ас! — кăшкăрса ячĕ вара Трашук, сехĕрленсе.

— Кунта эпĕ, Трашук пичче. Мĕн кăшкăратăн? — çывăхрах илтĕнчĕ ача сасси.

— Ну хăратрăн мана, шуйттан ачи. Тарăнрах çĕрте шыв сивĕ кунта. Шăнăр туртма пултарать, — çӳллĕ курăк ăшĕнче выртакан ача сассине илтсен, савăнса кайрĕ Трашук.

— Шывра сана кĕтсе ывăнтăм. Атя иксĕмĕр ăмăртса ишер.

— Тăхта-ха, — терĕ Трашук, — ман тепĕр çыру вуламалла-ха. Яла санпа пĕрле эпĕ те таврăнатăп. Кĕт мана, мансăр шыва ан кĕр урăх. Сана асăрхаттарма мансах кайнă: шыв тĕпĕнче çăлкуçсем тапаççĕ кунта.

— Юрĕ, тăхтап. Вула часрах, хĕвел пĕçерте пуçларĕ, — терĕ Тарас.

Тепĕр çырăвне Трашук ку таранчченех Наçтук çырнă пуль тесе тăратчĕ. Уçрĕ те тĕлĕнсех кайрĕ. Кам çырăвĕ? Алă пусман. Наçтук гимназире вĕреннĕ, çапла армак-чармак çырмасть ĕнтĕ. Анланса илчĕ вара йĕкĕт: Кĕтери çырăвĕ пулчĕ-çке ку! йăнăшеене тӳрлеткелесе тухсан, акă çапла вуланать вăл:

«Трашук, ку сăмаха сана хам пуçласа каламăттăм та — çынсем васкатаççĕ. Кĕтери кама юратнине пĕтĕм ял пĕлет, эсĕ çеç суккăрланнă, курмастăн. Иивушлĕ эс çав шĕвĕр сăмсана качча илме шухăшлатăн? Ан ĕмĕтлен, ан хапсăн. Наçтук сана юратмасть. Пирĕн киле Зар Ехим евчисем çӳреççĕ. Тӳррĕнех кала, Трашук: çав хĕрлемесе качча каяс-и, каяс мар-и? Эс мĕнле калăн, çапла пулĕ. Мĕншĕн санран ыйтнине хăвах чухламалла. Сан ирĕку атте ирĕкĕнчен хаклăрах маншăн. Пĕр сăмах çеç кала, халех Хăмăшлана пырса çитĕп. Пушкăрта тухса кайăиăр. Ялтан каяс мар тесен, ялтах юлăпăр. Атте те ним те тăваяс çук мана. Халь Совет влаçĕ. Хĕре ирĕксĕрлеме пултараймаççĕ, тет Кĕркури пичче. Çыру кĕтетĕп, тульккĕ çыриччен малтан лайăх шухăшласа пăх. Асту, тиркекене тирĕк тĕпĕ. Кайран чавсуна çыртас тесен те, çавăрса çыртаймăн. Халех çыр е ху яла таврăн».

Трашук çамки çине тар пăчăртатса тухрĕ. Вăл хăраса ӳкрĕ, ăна Кĕтери халех Хăмăшлана килсе çитессĕн туйанчĕ. Кăшт шухăшласа ларнă хыççăн тата — кулас килчĕ. Ну, Кĕтери! Кун пек арăмпа аптрамăн ача. Чăнах качака таки мар-й?

Каярахпа каччă кулмасăр та шухăшласа пăхрĕ: «Тен, хура куçлă шухă хĕр, чăнах та, ман шăпа пуль? Мĕн кирлĕ-ха тата урăх? Куçĕ-пуçĕ йĕркеллех, ĕçчен, уçă кăмăллă. Каччине юратать… Анчах ма унăн тути Наçтукăнни пек тăртанса тăмасть-ши? Тути çӳхе… Çук. Наçтуксăр пуçне урăх никам та кирлĕ мар! Каятăп ялтан вăл мана качча тухмасан: хăть Пушкăрта, хăть кăркăс енне — Дутовпа çапăçма… »

— Трашук пичче, атя шыва кĕрер ĕнтĕ, пиçĕхсе кайрăм, — нăйкăшса илчĕ Тарас.

Тарас сассине илтсен, Трашук шартах сикрĕ, вара мĕшĕлтетсе хывăна пуçларĕ.

— Трашук пичче, эс манпа пĕрлех яла пыратни? Хăçан кайăпăр?

— Эс ырантан тепĕр кунне Тимук пиччепе кайăн. Эпĕ яла таврăнмастăп.

Тарас ытлашши тĕлĕнмерĕ: пысăккисем мĕн каланине нихçан та ан шан. Пĕр çыру вуласан, капла калаçаççĕ, тепĕр çыру вуласан — урăхла.

Мирски Тимукĕпе Тарас яла хăçан килессине Кĕтери пĕлсех тăрать иккен. йывăç кĕлетсем хушшинчен тухса кĕтсе илчĕ вăл вĕсене. Тарас Трашук çырăвне вăрттăн пама хатĕрленнĕччĕ — Кĕтерн ăна Тимук умĕнчех хупăрларĕ: «Ну, илсе килтĕн-и? Пар часрах!» Тарас кĕсъерен çыру кăларса Кĕтерие тыттарчĕ те хăй каллех шухăшларĕ: «Çапла вĕсем. пысăккисем. Пĕркун никама кăтартма хушмарĕ, халь çын умĕнчех туртса илчĕ».

Кĕтери, чăнах та, никамран вăтанми-хăрами пулса кайнă. Вăл çавăнтах çырăвне уçса вуларĕ, унтан çилленсе сасăпах: «Ухмах!» — терĕ те, тутине çыртса, кĕлетсем хушшине кĕрсе кайрĕ.

Тимук ши! шăхăрса лашине анаталла юрттарчĕ. Тарас тĕлĕнмест, вăл пысăккисен хăтланчăкĕсене сăнать кăна.

Коммунистсен клубĕнче

Çĕнĕ саманашăн кĕрешекен Тайман Сахарĕ кивĕ самана йăли-паллисене те манман-ха. Çимĕке тăван яла çитсе, çемьепе курнăçма ĕмĕтленет вăл. Çемйи çăварни эрнинчех Чулçырмана куçни çинчен Çимун хыпар турĕ ăна. Воробьев юлташ та ун пирки пĕлет иккен:

«Ĕçӳсене майлаштарса çитер те Самара кил. Сана хăвăн уесна ĕçлеме ярăпăр. Унта та чăвашсем пур, унта та тырăшăн кĕрешме ревкомсем, хастарлă коммунистçем кирлĕ. Еçне те тăвăн, çемйӳне те хушăран кайса куркалăн… »

Мункун эрниичех çакăн пек çыру илнĕччĕ Сахар Воробьевран. Еçĕсене вара тин майлаштарса çитерчĕ — çимĕк умĕнрех. Çапах, Воробьев ăна халех тăван уеса ăсатсан, праçнике Чулçырмана ĕлкĕретех вăл. Анчах ыран мĕн пуласси хăвăнтан та, Воробьев юлташран та килмест иккен. Хăçан ăçта каясси, паян-ыран мĕн пуласси пĕтĕмпех революци кунçулĕнчен килет.

Çимĕк ĕмĕчĕ татăлнине Сахар хăна çуртĕнчех сисрĕ. Вăл Самара килес умĕн кунта пĕр хăрушă пăлхав пулса иртнĕ. Анархистсемпе максималистсен хĕçпăшаллă отрячĕсем Совет влаçне хирĕç пăлхав çĕкленĕ: почтăпа телеграф çурчĕсене çавăрса илнĕ, коммукистсен штабĕсене аркатма тапăннă. Самарта Совет влаçне сирпĕтсе хăвăртрах Дутовпа пĕрлешме шухăш тытнă вĕсем.

Контрреволюциллĕ пăлхава пусарнă хыççăн кĕпĕрне ĕçтăвкомĕнчи сулахай эсерсемпе максималистсем, хăйсен айăпне пытарса, каллех революцие сăмахпа улталасшăн пулнă. Анчах халĕ вĕсене ĕненекен çук ĕнтĕ. Уралпа Оренбург фрончĕн командованийĕн приказĕпе çав сутăнчăк ĕçтăвкома хăваласа салатнă, тепĕр съезд пухăниччен кĕпĕрнере пĕтĕм влаçа ревком аллине панă.

Халь Пензăпа Сызрань енчен тата пысăкрах хăрушлăх çывхарать иккен. Унта чехсен экспедициллĕ корпусĕ Совет влаçне хирĕç çĕкленнĕ. Сахар аллинче — «Приволжская правда» хаçат. Хаçатра Самар ревкомĕн председателĕ В. В. Куйбышев алă пуснă воззвани пичетленнĕ.

Çав хаçатрах тата чех коммунистсем çырнă чĕнӳ те пичетленнĕ. Акă мĕн каланă унта: «Мы, чехословаки, коммунисты, призываем всех истинных чешско-словацких революционеров на защиту интересов Российской Советской Фед. Республики до полной победы над всеми предателями всемирной революции».

Виççĕн алă пуснă: Ярослав Гашек, Франтишек Шебест тата Йозеф Поспишил. Гашекне пĕлет-ха Сахар. Питĕ кăмăллă çын, шӳт тума юратать, çынна култарма ăста. Хăй вара кулма шухăшламасть те, унăн хура куçĕсем салху пек.

Пĕррехинче Сахар, Самара килсен, максималистсемпе анархистсен пухăвĕнче пулнăччĕ. Çавăнта Ярослав Гашек та анархистсен пăтранчăк пуçĕсене кăшт ăс кĕртес шухăшпа пынă пулнă. Пуху председателĕ: «Халь ĕнтĕ чехословаксен представительне сăмах паратăп», — тесенех, çынсем шавласа алă çупма тытăнчĕç.

— Юлташсем! Çынсем мана ухмах тесе каламаççĕ, çапах эпĕ хама хам яланах ăслă çын тесе шутламан, — терĕ Гашек. Хăшпĕр тĕлте сасăпах кулкалани илтĕнчĕ.

— Чимĕр-ха, малтан итлĕр, кайран, кулас килсен, кулăр вара, — терĕ малалла оратор. — Эпĕ, юлташсем, сиртен маларах та анархист пулнă. Мана тăваи çĕршывра чаплă анархист тесе шутлатчĕç…

Залри анархистсем алă çупса, урапа тапăртатса ахăра пуçларĕç. Халăх кăшт лăплансан, Гашек йăваш сасăпа çапла савăрса хучĕ:

— Шăп çавăн чух ухмах пулнă та эпĕ.

Халь çынсем шăхăрса, улашса тапăртатрĕç. Гашек каллех ним пулман пек лăпкăн кĕтсе тăчĕ. Унтан каллех шӳт тукаласа калаçа пуçларĕ. Малтан ăна пӳлсе кăшкăракансем тупăнчĕç. Гашек вĕсене çавăнтах, пухăва култарса, çивĕч сасăпа тавăрса хурать. Юлашкиичен пурте шăп пулса тимлесе итлесе ларчĕç. Кайнă чух пухури çынсем ăна алă çупса, Ыррăн кулса, савăккăн шавласа ăсатрĕç.

Хаçат вуласа хыпарсем пĕлнĕ хыççăн Сахар хăна çуртĕнчен тухрĕ те Заводски урам еннелле васкарĕ. Коммунистсен клубĕ çавăнта. Клуб кăна мар-ха кунта. Икĕ хутлă вăрăм шурă çурт пĕлтĕртенпе Самар большевикĕсемшĕн Питĕрти Смольнăй пек е Мускаври Кремль пек пулса тăчĕ. Большевиксен клубĕ те, ревком та, губком та, горисполком та çакăнта ĕнтĕ.

Ашă, ырă уяр çанталăк паян. Тĕнчере ним хăрушлăх çук пек, хĕвел ыррăн ăшăтса пăхать. Урамри йывăçсем халь кăна çеçке тăкса сарăлса çитнĕ. Кăмăла çĕклет илемлĕ те ăшă çанталăк.

Урамра халăх хĕвĕшет. Машинăсем кĕмсĕртеттерсе таçта васкаççĕ. Салтак тумне тăхăнмасăрах алла хĕçпăшал тытнă çынсем нумай: рабочисем, хĕрлĕ гвардеецсем. Вĕсем те таçта васкаççĕ. Офицер таврашĕсем урамра курăнсах каймастчĕç. Халĕ вĕсем те тĕл пулкалаççĕ. Уттинчен тата сивĕк куçĕнчен тӳрех паллатăн вĕсене. Погонĕсене çакман-ха, анчах тасатса-çутатса хатĕрлесе хунă пуль тесешухăшларĕ Сахар. Площаде çитсен, Сахар чарăнса тăчĕ. Кунта иккĕмĕш Александр патшан палăкĕ. Халь хăмапа çапса лартнă ăна, патша кĕлетки курăнмасть. Сахарăн ирĕкĕ пулсан, палăксене çаплииех хăварĕччĕ вăл — патшине хисеплесе мар — этем алли тунă хитре япалана юратса.

Заводски урама пăрăнсанах, клуб умĕнче çын хĕвĕшнине курчĕ Сахар. Клуб алăкĕ хупăна пĕлмест. Пĕрисем кĕреççĕ, теприсем тухаççĕ, — пурте васкаççĕ, васкаççĕ. Хĕçпăшалланнă çынсем, çирĕм-вăтăрăн пухăнсанах, вĕсенчен пĕри командир пек пулса, юлташĕсене таçта ертсе каять. Таçта мар ĕнтĕ — Самар шывĕн леш енне. Унта пĕр çирĕм çухрăмра Липяги ялĕ таврашĕнче — фронт. Пăлхавçă чехсен отрячĕсем Атăл урлă каçса çавăнта çитнĕ.

Тайман Сахарĕ клуб умĕнче чарăнса тăмарĕ, хăй те таçта васкакан çын пек, çуртăн иккĕмĕш хутне пусмапа чупса. хăпарса кайрĕ. Çак пусмапа паян чупса кăна çӳреме такам приказ панă тейĕн. Чăнах та, лăпкăн утса хăпарма темшĕн вăтанчĕ Сахар. Воробьев ĕçлекен пӳлĕм Куйбышев кабинечĕн çывăхĕнче. Пырса алăк уçрĕ те Сахар тĕлĕнсех кайрĕ. Пӳлĕм тулли çын шавлать. Воробьев хăй алăк умĕнче уткаласа çӳрет. Сĕтел хушшинче, унăн пуканĕ çинче, шакла пуçлă пысăк мар çын ларать. Пĕри тата сĕтел çинех хăпарса ларнă. Каялла чакса алăк хупма хатĕрленнĕччĕ Сахар, Иван Васильевич ыйхăланă куçне пĕр уçса, пĕр хупса илчĕ те чăвашла: «Кĕр!» — терĕ, унтан алăк çумĕнчи пушă пукан çине кăтартрĕ. Çавăнта пырса хĕсĕнсе ларчĕ Сахар. Шавласа калаçакансем кĕнĕ çын еннелле çаврăнса та пăхмарĕç. Паям темиçе хут та Сахарпа курнăçнă çын пек, Воробьев ăна алă памасăрах, тавлашакан çынсене чăрмантарас мар тесе. пăшăлтатса çапла каларĕ:

— Килме васкамарăн эс. Юрĕ, шăп та шай хĕрӳ ĕçе ĕлкĕртĕн. Кунта сан авалхи тусусем те пур. Вĕсемпе кайран сăмахлăн. Халь ăслă çынсем мĕн калаçнине итлесе лар.

Сахар йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ. Куçĕпе Самаринсене шырарĕ вăл («Авалхи» тесе, Воробьев шӳтлесе каларĕ пуль). Вĕсем мар, Çимун, сывалса, Самара килнĕ иккен.

Авă, тĕпелти кетесре, пукан çинче, калаçакан-тавлашакансене тимлĕн итлесе ларать. Алăк еннелле пуçне те пăрмасть. Вăл хăлхапа мар, куçпа итлет тейĕн. «Тусусем», терĕ Иван Васильевич. Тепри кам тата? Çимунпа юнашар хура çӳçлĕ çын хаçат пăхкаласа ларать. Акă вăл пуçне çĕклерĕ те куçпа Сахара тĕллерĕ. Сахар çӳçенсе илчĕ: «Нивушлĕ Кăяш Тимкки?! Çавă! Çĕр çăттăр!» Хура çӳçлĕ çын каллех хаçат çине чикĕнчĕ. «Паллаймарĕ пулать мана. Сухалсăр Тимкка мар, Лисук та тăруках паллаймарĕ», — лăплантарма тăрăшрĕ Сахар авалхи тусĕ палламаншăн пăшăрханнă чĕрине.

Майĕпе вăл тата хăшне-пĕрне палла пуçларĕ. Сĕтел. кĕтесси çинче хăяккăн лараканни хайхи чех, Гашек юлташ, пулчĕ. Шакла пуçли — паллă большевик Хатаевич юлташ иккен, сыхлăх штабĕнче ĕçлекенскер. Гашек, çынсене култарса, такампа тавлашать. Гашекпа тавлашаканни хăй пекех хура çын, пичĕ-куçĕ кăшт тăсăкрах, куç харшийĕçем çăра та тӳрĕ. Калаçнă чух унăн сăнĕ çиллесленет, пурпĕр сасси йăваш хăйĕн. Икĕ большевик мĕн пирки хĕрсе кайсах тавлашнине ăнланса илме тăрăшрĕ Сахар. Лев Толстой ятне асăнаççĕ.

— Пуç таятăп çав шур сухаллă вырăс умĕнче! Пĕтĕм тĕнчери литературăшăн тӳпе вăл, шурă ту тăрри, Монблан, Казбек! — тет Гашек.

— Тискер ту-чакăл тăрри усăсăр япала вăл. Сад пахчи лартса ӳстерме юрăхлă айлăм маншăн темле Казбекран та кăмăллăрах. Лев Толстой çырнисем пролетариата усă кӳме пултараймаççĕ, — тет лешĕ.

— Пĕтĕм тĕнчери пролетариат кĕрешӳре татăклă çĕнтернĕ хыççăн аслă вырăс писательне тем çӳллĕш палăк лартĕ. Нумай ĕмĕрсем тăршшĕне ирĕке тухнă пролетари савăнса вулĕ Лев Толстой çырнисене, — хавхаланса сăмахларĕ Гашек. Лешĕ те парăнмасть.

— Пирĕн революцишĕн хам- паян çырнă статья е эсĕ чĕнсе калани Толстой кĕнекисенчен пин хут хаклăрах. Толстой ĕмĕрĕ иртнĕ, халь пирĕн ĕмĕр, — терĕ çăра куç харшилли.

— Тепĕр вырăс писателĕ аса килчĕ мана. Крылов мучи пирки калатăп. Унăн пĕр хитре юптару пур: «Слонпа Моська» ятлă…

Анчах Гашек сăмахне вĕçне çитереймерĕ, унпа тавлашаканни пӳлĕмрен алăка шалтлаттарса хупса тухса кайрĕ. Пӳлĕмрисем кулса юлчĕç.

— Кам вăл? — ыйтрĕ Сахар Воробьевран.

— Кочкуров, хаватлă журналист.

Ку пӳлĕме пухăннă çынсем хăйсене Куйбышев е Масленников, е Галактионов юлташсем чĕнсе илессе кĕтсе лараççĕ иккен. Кочкуров тухса кайнă хыççăн алăк каллех уçăлчĕ, Масленников юлташ хăй Гашека чĕнсе илчĕ. Хатаевич, сĕтел хушшинчен тухса, кăшт уткалаеа çӳрерĕ те хура уссиллĕ, пĕчĕк çаврашка хура сухаллă çын умĕнче чарăнса тăчĕ.

— Эсĕ, Казанцев юлташ, хăçан пирĕн партие кĕретĕн? Паян тесен паян революцишĕн пуçна хума пултаратăн, нивушлĕ сулахай эсер ячĕпех леш тĕнчене пырса кĕрĕн?

Казанцевĕ шăп Мăрзабай сăнлă. «Ку çынна пĕлетĕп-ха, — шухăшларĕ Сахар. — Çĕрĕç комиссарĕн юлташĕ. Чăнах та, унăн тахçанах большевик пулмалла. Пуçĕ таса, кăмăлĕ ырă. Ана шанма пулать, нихçан та сутăнчăк пулас çук».

— Кĕме шухăшланăччĕ, эсир парти ятне улăштарса хутăр. Çав ятпа килĕшмерĕм, — терĕ Казанцев, кулкаласа. — Ăнланса çитереймерĕм пуль. Ăнлантарса пар, пĕрех хут, Хатаевич юлташ. Социализм йĕрки мĕнле пуласси маншăн паллă пек. Коммунизм тени мĕне пĕлтерет-ха? Лозунгне ăнланасса ăнланатăп та, пурпĕр килĕшес килмест. Кашни çын обществăна хăй пултарнă таран ĕçлесе парать. Ку çапла пултăр, тĕрĕс тейĕпĕр. Малалла «кашниех обществăран хăйне мĕн кирлине илме пултарать» тени тĕрĕс мар пуль тетĕп. Кашни услап тепĕр çын ĕçĕпе усă курса пурăнма тăрăшĕ вара. Пĕр харам пырсене, буржуйсене, пĕтерĕпĕр, вĕсем вырăнне урăх харам пырсем сиксе тухĕç. «Кашнинчен — пултарулăхне кура, кашнине — ĕçне кура» тени кăмăллăрах маншăн. Социализмран иртме кирлĕ мар, ман шухăшпа.

Казанцев мĕн калаçнине Хатаевич тутине пăрса итлесе тăчĕ, унтан вăл юлташĕн сăмси умĕнче шĕвĕр пӳрнипе юнаса илчĕ те, тăрăхласа:

— Ытла чее эс, Казанцев, — терĕ. — Пысăк вĕреннĕ çын пулса та çакна ăнланса çитереймерĕн иккен. Çук, ăнланатăн эс, анчах кăшт пăркаланатăн. Коммунизма çитсе кĕриччен этем ăстăнĕ йăлтах улшăнать. Эсĕ çавна манран та лайăх пĕлмелле. Марксист пулса çитеймен пулсан та, дарвинист эсĕ. Тĕнче пĕрмай улшăнса, аталанса пынине лайăх пĕлетĕн. Услап, кахал, харам пыр пулмасть коммунизм вăхăтĕнче. Пĕр-пĕр харам пыр тупăнсан та, вăл буржуй пек пулма пултараймасть. Уйрăм харпăрлăх пĕтсен, ĕç хатĕрĕсем пĕтĕмпех халăх аллинче пулсан, харам пырсен никĕсĕ пĕтсе ларать вара. Кам ĕçлемест, çав апат та çитмест тесе паянах калатпăр вĕт. Ун чух вăл пуриншĕн те каламасарах паллă килĕшӳллĕ закон пулса тăрать. Казанцев кулмасăр, шӳтлемесĕр калаçа пуçларĕ.

— Çак закона этем чĕре варрине хурса йышăнасса ĕненместĕп эпĕ, — терĕ вăл. — Коммуннзм вăхăтĕнче те услап çынна ирĕксĕрлесе ĕçлеттермелле. Вара коммунизм йĕркипе эпĕ те килĕшĕттĕм.

— Хресчен вак харпăрлăхлă психологийĕ сан чĕрӳнте сĕвĕрĕлсе пĕтмен çав, — хĕрсе кайрĕ Хатаевич. — Кахалланни, ĕçлемесĕр пурăнма хăтланни — капитализм çуратнă япала вăл. Капитализм пĕтсен, унăн киревсĕр йăлисем те пĕтсе ларĕç. Паллах, сасартăк мар. Çавăнпа та малтан коммунизмăн пирвайхи тапхăрĕ пулать — социализм. Истори çав тапхăрта чарăнса тăраймасть, малалла утать. Пĕтĕм тĕнчен малашлăхĕ — коммунизм. Ленин çапла вĕрентет пире.

— Пĕри ĕçчен, тепри кахал пулни общество законе кăна мар, биологи законĕ те. Чăх чĕпписем те çăмартаран тухнă хыççăнах кашни расна: пĕри шухă, тепри йăваш, пĕри паттăр, тепри мĕскĕн…

Хатаевич ытти юлташсем еннелле пăхса йăл кулса ячĕ.

— Вăт эсер пулса курнă çынпа иыр та калаç! — Унтан каллех Казанцев умне пырса тăчĕ. — Этем, ытти чĕрчун пекех, биологи законĕпе çуралать, пурнасса вара вăл этемлĕх законĕпе, социаллă законпа пурăнать, — тĕсе çĕнĕрен тавлашма нуçланăччĕ, çав вăхăтра алăк уçăлчĕ те, Казанцева Галактионов юлташ чĕнсе илчĕ.

Хатаевич Воробьевран кăшт кăна çӳллĕрех, çураласса та кăшт маларах çуралнă пуль. Вĕсем иккĕшĕ калаçнă чух пĕрне-пĕри çилленнĕ пек курăнать. Çук, апла мар вăл, хисеплеççĕ вĕсем пĕрне-пĕри, юратаççĕ тесен те ытлашши мар. Хатаевич Казанцевпа калаçнă хыççăн лăпланра çитмен-ха. Вăл Воробьева вăрçнă пек, ăна куçран пăхса, сĕтел шаккасах çĕтĕле пуçларĕ:

— Шантăмăр, ытлашши шантăмăр тĕрлĕ сӳпĕлтисене. Шанасси те шанман пек, çапах вĕсене чарма пĕлмерĕмĕр. Унчченех хаярланмаллаччĕ пирĕн, максималистсемпе эсерсене темиçе çĕр çьш хупса лартмаллаччĕ, хăшне-пĕрне персе вĕлермеллеччĕ. Эпир ун вырăнне вĕсене пăлхав çĕклеме ирĕк патăмăр. Хамăр пăлхавçă чехсене тивĕçлĕ кĕтсе илме те хатĕрленсе çитеймерĕмĕр. Мĕн кĕтсе, кама шанса тăтăмăр-ши? Сызрань кĕперĕ патне чехсене чарма… çĕр çын ăсатрăмăр. Мăшкăл! Кайран та Безенчук таврашне виççĕр çын янипех çырлахас терĕмĕр. Чăн, лайăх коммунистсем ахалех пуçĕсене хучĕç. Революци сĕткенне нимсĕр пĕтеретпĕр. Хамăр маларах ытла çемçе кăмăллă пулнăран çапла пулса тăчĕ çав. Халь Липяги таврашĕнче чехсене чарас тесен, темиçе пинлĕ, лайăх организациленĕ çар кирлĕ. Аçта вăл ун пек çар? Хуларп мĕнпур коммунистсем, вилнисене шутласан та, икĕ пинрен ытла марччĕ. Рабочисене çĕклеме пултаратпăр, тĕрĕс. Халь вăл ĕçе тума та кая юлтăмăр ĕнтĕ. Тĕрĕссипе каласан, рабочисем хушшинче те иккĕленекеннисем нумай. Ĕнер чугун çул таврашĕнче ĕçлекен рабочисен пухăвĕнче пултăм эпĕ. Хăрушлăх çинчен ăнлантарса пама тăрăшрăмăр. Вĕсем çавах та нейтралитет пирки резолюци йышăнчĕç. Чехсем патне делегаци ярса йăпанасшăн. Уншăн вĕсене айăплама та йывăр. Хамăр та малтан Сызрань кĕперĕ патне делегаци ярса айкашрăмăр… Пире тăн кĕртрĕç тăшмансем. Чехсем Самара кĕрсен, рабочисен те, пурин те, ăс кĕрсе çитĕ.

— Çапла çав. Вăй сахалтарах пирĕн, — терĕ Воробьев Хатаевич калаçма чарăннă хушăра. — Пулăшу килсе çитмесен, икĕ пин штыкран ытла тăратаймастнăр эпир.

— Икĕ пин те сахал мар, — терĕ Хатаевич малалла. — Кашни çынни паттăрлăхпа вунă çын тĕшне тăрать, вăрçă ĕçне лайăх пĕлекен командирсем çукки хăратать. Тата артиллеристсем çук. Казанцев мĕн вăл? Агроном. Çав чăх-чĕп командирне артиллери командирĕ тăвас шухăшпа чĕнтерчĕç ĕнтĕ паян штаба. Тупăсем пур, снарядсем те сахал мар, артиллеристсем çук. Пĕр генерал пур хулара, артиллери генералĕ. Ана комăндир тăвас тесе ӳкĕтлесе пăхрăмăр. Килĕшмест. Пырса канаш пама пултаратăп, командир пулма пултараймастăп, тет. Тĕрĕссипе каларĕ хăть. Сутăнчăк çын мар. Француз хăй, хушамачĕ — Шарпантье. Паяы та чĕнтерчĕ ăна Куйбышев юлташ. Халь мĕн калĕ тата… Питĕ йывăр экзамен тытмалла пулчĕ пирĕн. Начартарах тытатпăр-ха экзаменне. Кашниех революцишĕн пуçне хума хатĕр. Анчах революцишĕн вăл кăна сахал халь. Тăшмана çĕнтерме, унăн çĕлен сăннине кăкласа тăкма вĕренес пулать пирĕн.

«Темиçе каç çывăрман пуль хăй. Пичĕ-куçĕ туртăнса ларнă, куç харшисем йывăрланнă. Аш вăрканипе кăна мар, ыйхине сĕвĕртес тесе, хăй ăссĕн калаçса утса çӳрет ку ырми-канми ĕçлекен большевик», — шухăшларĕ Сахар.

Алăк каллех уçăлчĕ. Хальхинче Хатаевича хăйне Куйбышев патне чĕнтерчĕç. Эсер пулнă çын коммунистпа тав-лашнине те, кайран Хатаевич е Воробьевпа, е хăй тĕллĕн калаçнине те Сахарпа Çимун сăмах сиктермесĕр итлесе ларчĕç. Вĕсемшĕн политграмота шкулĕ пекех пулчĕ ку.

Хатаевич тухса кайсан тин Çимун алăк еннелле пăхса илчĕ те çумĕнчи юлташне кăлт тĕртрĕ.

— Пăх-ха, Тайман Сахарĕ килсе çитрĕ вĕт!

Кăяш Тимкки, тĕлĕнсе, урлă-пирлĕ пăхкаларĕ. Вăл, Сахара палланă пек пулса, ура çине сиксе те тăнăччĕ ĕнтĕ, çак самантра пулĕме Бакаев хашкаса кĕчĕ.

— Çын кирлĕ, Иван Васильевич, — кăшкăрчĕ вăл кĕнĕ-кĕменех, — Уфаран Подвойский юлташ килсе çитнĕ. Халь кăна шăнкăравларĕ. Вунпилĕк коммунист хăй патне халех яма хушать.

Воробьев ним те каламарĕ, куç харшине çĕклесе, Сахар еннелле пăхрĕ çеç. Тайман Сахарĕ çамрăк çын пек вашт! сиксе тăчĕ. Бакаев кулса ячĕ:

— Тăватă çын тупрăм. Пурте манран çамрăк, эпĕ пуринчен асличчĕ. Атя, халь эсĕ пуринчен асли пулăн, Тайманкин юлташ, — терĕ те Сахара алăран çавăтса тухсакайрĕ.

Кăяш Тимкки, çумĕнчи юлташне ӳпкелесе:

— Эх, тăрнаккай! Ма маларах систермерĕн? Эп унпа коридора тухса калаçнă пулăттăм, — терĕ.

— Эп хам та тин асăрхарăм ăна, — мăкăртатрĕ ахаль те хурланса юлнă Çимун.

— Эп айăплă, — хутшăнчĕ калаçăва Воробьев. — Кун пек пуласса кĕтменччĕ. Саншăн сюрприз тăвас тенĕччĕ эп, Авандеев юлташ.

— Сюрприз пулчĕ те, — терĕ лешĕ, ĕнсине хыçкаласа, — эс мар, Иван Васильевич, шуррисем айăплă. Бакаев — ревком членĕ, совнархозра ĕçлет. Халь пурин те пĕр хуйхă иккен, пурте революцин рядовой салтакĕсем пулса тăчĕç. Бакаев çӳллĕ те тачкарах çын. Сахартан çамрăк мар, аичах хăй çамрăк çын пекех йăрă çаврăнкалать. Сахара хăйпе коридор тăрăх чуптарчĕ. Пĕр пӳлĕм алăкне уçрĕ те: «Çакăнта кĕрсе вĕри чей ĕç-ха, кайран ĕçеймĕн, — терĕ, — кĕр, кĕр, ан имен. Мария Оскаровна пит кăмăллă юлташ. Кĕр, эп тата çын шырама чупам. Чей ĕçнĕ хыççăн тӳрех вокзала пыр, унта Подвойскин поездне шыраса тупăн. Поезд пуçĕнче мана кĕтсе тăр».

Çамрăк хĕр, чăваш сăнлăскер, Сахара кăмăллăн кулса йышăнчĕ. Чей ĕçекенсем хушшинче вырăн тупса пачĕ, Сахар умне пĕр стакан вĕри чей килсе лартрĕ.

«Кам-ши ку, фронта каякансене чей ĕçтерекен хитре хĕрарăм? — шухăшларĕ Сахар. — Пичĕ-куçĕ таса. Тути кулман чух та кăмăллăн кулнă пек курăнать. Чăваш пек çемçе калаçать. Чăнах та чăваш хĕрĕ мар-ши?»

— Авенде юлташа та пĕлместĕн-и? — терĕ юнашар ларакан çын, тĕлĕнсе — Хĕр мар вăл, вăтăртан иртнĕ пуль ĕнтĕ. Ачисем пур. Вăл революциччен пĕр вунă-вуникĕ çул маларах партие кĕнĕ. Ашшĕ унăн те поляк, те белорус пулнă, амăшĕ вырăс. Питĕ ырă кăмăллă çын, çавăнпа çамрăк пек курăнать…

Алăк уçăлчĕ. Чей ĕçекенсен пӳлĕмие Ярослав Гашекпа Йозеф Поспишил пырса кĕчĕç. Чей ĕçтерекенни кăна мар, чей ĕçекеннисем те кăмăллăн шавласа йышăнчĕç икĕ чеха.

— Иртĕр, ларăр, Ярослав Романович, — терĕ Авейде, — эпĕ фронта каякансене çеç чей ĕçтереттĕм. Паян хуларисене те ĕçтерес пуль, фронт çывхарсах килет.

— Çук ĕнтĕ, Мария Оскаровна, вĕри чей ĕçтерсен, тăшмана хула çывăхне ямăпăр, — терĕ Гашек. — Хуларисене ĕçтермелле ан пултăрах. Пире халь законлă ĕçтерĕр, эпир те фронта васкатпăр. Мана ĕçтермесен те пырĕ, комиссар ĕçĕ пĕтнĕ халь. Отряд хатĕр. Ак, Поспишил юлташа ĕçтер. Вăл — командир.

— Эсир те чехсемпе çапăçма каятăр-и? Сирĕн тăванăрсем вĕт çав коитрăсем, — терĕ тахăш.

— Пирĕн тăвансем мар вĕсем, шуйттан тăванĕсем. Пирĕн тăвансем кунта, — терĕ Гашек. Чей ĕçекенсем пухури пек алă çупса шавлама пуçларĕç.

Сахар каллех юнашар ларакан юлташĕнчен ыйтрĕ.

— Ма ăна Романович теççĕ? Вĕсен, пирĕнни пек, ашшĕ ячĕпе чĕнес йăла çук вĕт.

— Ăçтан пĕлем? — хуравларĕ лешĕ. — Пирĕн йăлапа пурăнас терĕ пуль: пирĕн тăвансем кунта, терĕ вĕт.

Вокзалра Сахар Подвойские курма ĕмĕтленнĕччĕ: Ленинпа пĕрле ĕçлекен çын,! Çук, курса пулмарĕ.

— Ан саланăр, юлташсем. Эп Николай Ильич патне кĕрсе тухам, — терĕ те Подвойский вагонне пĕчченех кĕчĕ.

«Пăх-ха, ку та Ильич ятлă. Хăйне кураймарăм пулать. Эх, Кăяш Тимккипе Çимуна курасса куртăм та алă та парса ĕлкĕреймерĕм», — шухăшларĕ Бакаев тухасса кĕтсе тăракан Сахар.

Туссем шăкăл-шăкăл калаçса лараймарĕç

Революци юхăмне лекнĕ икĕ чăваш, чылай хушă тĕрлĕ енче çӳренĕ хыççăн, паян самантлăха тĕл пулчĕç. Тĕл пулчĕç те — каллех тĕрлĕ еннелле уйрăлса кайрĕç.

Ĕлĕк катари хурăнташ-тăвансем хулара, кĕркуннехи пысăк ярмăрккăра, çакнашкал тĕл пулатчĕç. Май килсен, вĕсем пĕрле урапа айне ларса апатланатчĕç. Тепĕр чух пĕрне-пĕри пĕр-ик сăмах калама та ĕлкĕрейместчĕç — ярмăрккăри халăх юхăмĕ вĕсене тата тепĕр çулталăка е темиçе çуллăха уйăрса яратчĕ.

Çакăн пирки шухăшларĕ Кăяш Тимкки Сахара пĕр самантлăха курса юлнă хыççăн. Валерианпа та çапла пулмĕ-ши?

Таçта-таçта, тĕнче хĕрринех тенĕ пек, пуç янă чух паллашрĕç вĕсем — Валериан Куйбышевпа Тимофей Авандеев…

Халĕ Кăяш Тимкки Блюхер отрядĕнчен Куйбышев патне Оренбургпа Пăслăк таврашĕнчи ĕçсем пирки канашласа пăхма, пулăшу ыйтма килнĕ. Анчах вăл Самара çитнĕ çĕре кунта та ĕçсем тăкăсланса кайнă-мĕн.

Пĕри Самарта, тепри Оренбург таврашĕнче ĕçленине пула, Куйбышевпа Авандеев ссылкăра уйрăлнăранпа халь пĕрремĕш хут тĕл пулчĕç…

Ахаль чух Куйбышев, кабинетра хупăнса, çынсемпе кашнинпе уйрăм калаçмастчĕ. Кĕрен-тухансем, шавласа, пĕрне-пĕри чăрмантаратчĕç… Вăрçă-çапăçусем пуçлансан та-ха пĕр-ик кун çапларах иртрĕ. Паян тин, хăй патне пĕр француз генерала артиллери пирки канашлама чĕнтерсен, Куйбышев тавçăрса илчĕ: вăрçăпа сыхлăх ĕçĕсем пирки унпа çын çинче калаçни килĕшмест. Савна пула халĕ Воробьев пӳлĕмĕ кĕтмелли пӳлĕм пулса тăчĕ. Куйбышев хăйĕн ссылкăра паллашнă тусне те çавăнта кĕтсе ларма хуш. рĕ. Авандеев Воробьев пӳлĕмĕнче çынсем шавланине, тавлашнине хăлхине питех чикмерĕ. Ун чĕрине Валерианпа пĕр самантлăха курнăçни хумхатса ячĕ. Куç умне асаилӳсем, иртнĕ кунсем килсе капланчĕç.

… Этапра паллашрĕç вĕсем. Уçă кăмăллă çамрăк революционера Самлей чăвашĕ питĕ кăмăлларĕ. Вунă хут тĕрмене лексе, темиçе хут ссылкăра пулса, унтан пĕрре мар тарса та курнă иккен лешĕ. Конвой çавна пĕлместчĕ пулас, нумай вĕреннĕ çамрăк арестанта шанатчĕ. Пĕр-пĕр пысăк ялта е пĕчĕк хулара çĕр ирттерме тесе чарăнсан, конвой начальникĕ Куйбышева хăй патне чĕнтеретчĕ: вăл кăштах вĕреннĕ çын пулнă иккен. Ун чух вара аслă шкула вĕренме кĕме ĕмĕтленнĕ. Каçсерен математикăпа хатĕрленме пулăшатчĕ ăна Куйбышев. Çавăншăн лешĕ арестантсен йывăр çулне çăмăллатма пулнă-мен.

Анчах çав тери инçе çулăн йывăрлăхĕсем конвойран кăна килмеççĕ çав. Сивĕ. Халран кайса çитнисем, чирлесе ӳкнисем пур. Куйбышев этапри юлташĕсене сăмахпа хавхалантарма тăрăшать, чирлисене конвой урлă эмел тупса парать, утайманнпсене утма пулăшать е хăйĕн «ученикне» этапа ытларах кантарма ӳкĕтлет.

— Çавах шанмастăр мана, — тет Куйбышев конвой начальникĕпе шӳтлесе калаçнă пек, — учителĕре хăвăр патăра конвойпах çӳрететĕр. Этап вăхăтĕнче эпĕ, конвойсăр çӳреме ирĕк парсан та, тарас çук. Вырăна çитсен вара таратăпах.

— Хурал конвойĕ мар вăл сирĕишĕн, чыс конвойĕ, — шӳтлет конвоирĕ те. — Ман ирĕк пулсан, эп сире патша вырăнне лартăттăм.

Халĕ ĕнтĕ ахăрсах кулать Куйбышев.

— Çук, патша пулма килĕшместĕп. Шанчăксăр вырăн. Пурпĕрех сирпĕтеççĕ ăна. Тен, эпир вырăна çитиччен сирпĕтĕç те-ха…

Конвойсене чылай куркаланă Куйбышев, кампа мĕнле калаçмаллине чухлать. Ку конвоир хăй те революционер пулма хатĕр пек. Çапах арестантсене, вĕсене кăмăллать пулин те, хытă сыхлать.

… Сăвă çыратчĕ Валериан. Тĕрмере те çыратчĕ, этапра та, ссылкăра та. Унăн тăвансемпе, юлташсемпе уйрăлнă пирки хурланса çырнă сăввисем те кăмăла çĕклетчĕç. Вĕсенчен нумайăшне Тимкка халĕ те астăвать:

Ан шарла, чĕреçĕм,

Ан шакка эс хыттăн,

Вăрмана ан туртăн, уй-хире ан ыткăн.

Ав, илтетĕн, тимĕр кăчăртатрĕ,

Питĕрчĕ пире вăл, тыткăнларĕ.

Тыткăнра та хуçмăп кăмăла.

Ан шарла, чĕреçĕм,

Ан шарла!

Ун хăшпĕр сăввисеие ссылкăри юлташсем юрă туса юрлатчĕç:

Тусăмсем, тĕнче вăранĕ —

Хум çапать, ав, çырана, —

Вăйлă çил-тăвăл тапранĕ,

Çитĕ савăк самана.

… Патша çарĕнчи подполковник ывăлĕ Валериан Куйбышев çăпата та сырса курнă. Çакăн пирки асăнсан, вăл ача пек шухăланса каятчĕ, юлташĕсене çапла каласа кăтартатчĕ:

— Таврăнтăм пĕррехинче тăван киле. Атте вилнĕ хыççăн килйыш пурнăçĕ тăкăсланса çитрĕ. Çул çинче эпĕ хам валли хĕрлĕ кĕпе туянтăм. Каçхине уесри чаплă та чиперкке хĕрсемпе клубра ташларăм. Хĕрĕсем хĕрлĕ кĕперен те хăрамаççĕ, «студентпа» савăнсах ташлаççĕ. Амăшĕсем вара хăраса ӳкнĕ, полици те сехĕрленнĕ. Çапах мана чарма е арестлеме сăлтав çук… Ташла-ташла çарран юлтăм. Унчченех çăвар. кара пуçланă ботинкăм лаштах тухса ӳкрĕ. Çĕнĕ ботинка туянма укçа çук. Мĕн тăвас? Вара çăпата туянçа ятăм. Туятăр-и: хĕрлĕ кĕпе, çĕнĕ çăпата, студент карттусĕ, тиечукăнни пек вăрăм çӳç. Исправник мана хама кансĕрлемерĕ, йăмăкпа вара çапах та калаçнă иккен ман пирки. «Пиччĕр нигилист пуль-ха сирĕн. Е оригинал пуласшăн. Ытла çăмăлттайланса сире намăс кăтартать вăл. Лăпкăн кăна ӳкĕтлесе пăхăр-ха эсир ăна: çăпата сырса тата… хĕрлĕ кĕпе тăхăнса ан çӳретĕр», — тенĕ.

Уçă та савăк кăмăллă йĕкĕт тепĕр чух чăн та çăмăлттай пек курăнма пултарнă. Вăл мĕнле «çăмăлттай» та «оригинал» пулнине Тимкка лайăх пĕлсе çитрĕ. Кадет корпусне пĕтернĕ хыççăн Валериан çар медицини институтĕнче вĕреннĕ. Революци юхăмне хутшăннине пула ана пĕтереймен. Вара хăй тĕллĕн вĕреннĕ. Марксизм ăслăлăхне тĕпренех çавăрса илнĕ. Ссылкăри юлташĕсемшĕн учитель пулчĕ вăл. Ленин çинчен. каласа паратчĕ, вăл çырнисене вĕрентетчĕ, пурне те ун пек пулма чĕнетчĕ.

— Ильича хăйне курман-и эсир? — ыйтрĕç унран пĕррехинче.

— Ун патне чикĕ леш енне кайма хатĕрленнĕччĕ те… ăраскал пулмарĕ, — терĕ çамрăк большевик.

1908 çулта Леиин патне кайма чăн та май пулнă ун, Çĕпĕртен тарса, Питĕре çитсен, вăрттăн комитет Куйбышева ют паспорт тупса панă. Çав паспортпа Валериан чикĕ леш енне кайма виза туяннă. Полици аллине лекес мар тесен, çав куннех пуйăс çине лармалла пулнă. Анчах… вокзалра вăл пĕр юлташа тĕл пулать. Лешĕ Мускавран тарса килнĕ. Патша уменчи айăпĕ пысăк иккен унăн. Жандармсен аллине лексен, ăна тĕрме кăна мар, вилĕм кетет. Валериан пĕр самант та иккĕленсе тăмасть: çав юлташа хăйĕн визăллă паспортне, билетне парса, пуйăс çине лăртать те чикĕ леш енне ăсатса ярать. Хăйне тепĕр куннех жандармсем йĕрлесе тытаççĕ, каллех Çĕпĕре пуç яраççĕ…

Куйбышев хăй миçе хут тĕрмере, ссылкăра нулса курни çинчен калаçнине тепĕр чух ĕненме те хĕн пек. Анчах юлташсем ĕненетчĕç ăна, шанатчĕç. Кăяш Тимкки тесен, хăйĕнчен кĕçĕнрех юлташне учитель вырăнне хурса хисеплетчĕ.

Уйрăлма йывăрччĕ пулин те, Авандеев малтан Куйбышева ссылкăран тарма пулăшрĕ. Хăй тепĕр çултан тин тарма май тупрĕ. Самара вăл шăп февраль революцийĕ умĕн эрне маларах çитрĕ. Кунта Тимкка, ĕлĕкех калаçса татăлнă тăрăх, Валериана шыраса тупма хăтланнă.

Те виççĕмĕш, те тăваттăмĕш хут тарнă хыççăн Куйбышев 1916 çулта Самара килсе çитет, чи пысăк завода фрезеровщика кĕрет. Хăц суя паспортпа, суя хушаматпа пурăнать. Парти ăна Самар пролетариатие революциллĕ шухăшпа пĕтĕçтерме, большевиксен организацине çирĕплетме хушать. Темиçе уйăх хушшинче заводра та, хулара та питĕ вăйлă парторганизаци туса хăварнă вара «Адамчик юлташ».

Кăяш Тимкки, ссылкăран тарса, Самара çитнĕ вăхăтра Валериан Куйбышев этап çулĕпе каллех Çĕпĕре танкканă. Ана татах ссылка, халь ĕнтĕ Турухан крайне, ăсатиă. Приговорта палăртнă вырăна çитеймен вăл. Февраль революцийĕ пулнă текен хыпар ăна, хăй ĕлĕкрех ĕмĕтленнĕ пек, этап çулĕ çииче хăваласа çитнĕ…

Март уйăхĕнче Куйбышев ирĕк çулпа Самара таврăн-нă. Анчах якутсен çĕршывĕнче уйрăлнă туссем каллех тĕл пулаймарĕç. Юлташне тупайманнипе, Авандеев Самарта ытлашши чарăнса тăмарĕ, Оренбург еннелле васкарĕ.

Куйбышев çăвĕпех Самарти большевиксене кĕркуннехи татăклă çапăçăва хатĕрлерĕ. Октябрь кунĕсем çитсен, вăл «Олимп» театра нухăннă Самар халăхне пĕтĕм власть Советсен аллине куçни çинчен пĕлтерчĕ.

Çав хушăра Кăяш Тимкки Оренбург хулинче ĕçлерĕ. Эсерсемпе меньшевиксем нирки Куйбышев ăна ĕлĕкех епле асăрхаттарнине Тимкка пĕрре мар аса илчĕ. Ак хăçан вĕсен контрреволюциллĕ ăшчикĕ уççăнах палăрчĕ. Çавсене пулах Авандеев Дутов тĕрмине те лексе курчĕ. Тĕрмерен тарсан, Кăяш Тимкки Блюхер отрядне пырса лекрĕ…

… Тайман Сахарĕ Тимккапа калаçаймасăрах Бакаевпа пĕрле пӳлĕмрен васкаса тухса кайсан, Воробьев пӳлĕмне кĕçех Куйбышев хăй пырса кĕчĕ.

— Эсир, юлташсем, ман пӳлĕме кайса ларăр-ха, — терĕ вăл пӳлĕмри çынсене. — Лере каллех калаçмă чăрмантараççĕ. Çавăнпа Авандеев юлташпа кунта калаçас терĕм.

Пурте тухсан, Куйбышев алăка шал енчен çаклатрĕ те тинех юлташне пырса ыталарĕ.

— Эс, тусăм, ватăла пуçланă мар-и? Шурă çӳç пĕрчисем пур вĕт, — терĕ вăл, юлташне хăй умĕнче çавăркаласа.

— Манран тĕлĕнмелли çук, — тавăрчĕ чăваш, — хура çын час кăвакарать. Çулпа та эп санран аслăрах. Эпĕ тепĕр тăхăр çултан хĕрĕхре пулатăп. Эс, ав, вăтăр тултармасăрах кăвакара пуçланă…

Пулни-иртнисене аса илсе, шăкăл-шăкăл калаçса ларасчĕ кăшт та пулин. Ларма вăхăт çук çав. Кашни самант революци шăпине татса пама пултарать. Çакна ссылкăра пĕрле пулнă большевиксем иккĕшĕ те лайăх пĕлеççĕ.

— Самар еннелле тапăннă Дутова Блюхер Сурачăн таврашĕнче чарса каялла чактарчĕ те… Йышлах мар çав ун отрячĕ. Эп сирĕн пата пулăшу ыйтма килнĕччĕ. Халь хамах куратăп ĕнтĕ: сире хăвăра иулăшу кирлĕ, — терĕ Авандеев.

— Çапла çав! — çамкине пĕркелентерсе, пӳлĕм тăрăх уткала пуçларĕ Куйбышев. — Пысăк çар килсе хĕстерчĕ пире. Ана хирĕç кама тăратас? Пин çурă коммунист пур ĕнтĕ пирĕн. Вĕсем çапăçасса паттăр çапăçаççĕ те, çар ĕçне вĕренсех çитеймен çав. Хăшпĕр коммунистсем хăрушлăха тивĕçлĕ хаклаймаççĕ тата: чехсем нейтралитет тытасса шанаççĕ.

— Нейтралитет тытма çĕклемен ентĕ вĕсене чикĕ леш енчи хуçисем, — сăмах хушрĕ Авандеев.

— Эсĕ, Степаныч, лару-тăрăва тĕрĕс ăнланатăн, — тусĕ умĕнче чарăнса тăчĕ Куйбышев. — Эпĕ сире акă мĕн пирки асăрхаттарасшăн: эпир кунта чехсене чараймасан, Блюхер отрячĕ вутлă ункăра тăрса юлмалла ан пултăрччĕ. Пирĕн Атăл тăрăх Чĕмпĕр енне чакма çул пур. Сире тăшман пур енчен те çавăрса илме пултарать.

— Вăл паллă-ха, — терĕ Авандеев. — Сирĕн хăвăрăн та ун пирки шухăшлама вăхăт çитне мар-и? Чараймастăр эсир çав тери вăйлă тăшмана. Блюхер кунталла сире пулăшма васкасан, ун йĕрĕпех Дутов та килсе çитĕ. Атăл тăрăх вăхăтлă чакас пирки чăн малтан сан хăвăн шухăшлас пулать. Пăс сивĕтмесĕр тăракан пăрахут пур-и хăть сан?

Тутине кулнă пек туса, Куйбышев Авандеева куçран пăхрĕ.

— Ан кул, Бова королевич. Шӳт тумалли япала мар ку.

— Кулмастăп, Степаныч. Пĕр япала аса килчĕ. Сан пек шутлакан юлташсем кунта та лăках. Виçĕмкун пирĕн ревком хăйĕн председательне, мана ĕнтĕ, ирĕксĕрлесех хĕрарăмсемпе пĕрле Ставрополе эвакуацилерĕ. «Лерен те пире кăтартусем парса тăрăн. Саншăн эпир Ленин умĕнче ответлă», — теççĕ. Пăхăнасса пăхăнтăм та… çав кунах каялла таврăнтăм. «Капитан, хăйĕн карапне пăрахса, пуринчен малтан шыва сикнĕ пек пулмарĕ-и?» — тесе шухăшларăм.

— Ревкомĕ те тĕрĕс шухăшлать. Эс те тĕрĕсех тунă пуль. Ак сана хайхи диалектика, — хальхинче Авандеев кулнă пек пăрчĕ тутине.

— Диалектика çав. Тăшманăн регулярнăй çарĕ пирки манмастпăр-ха. Анчах мĕнле тусан тĕрĕсрех, революцишĕн шанчăклăрах пулĕ-ши? Халь кăна Шарпантье генералпа калаçрăм. Вăрçă ĕçне питĕ ăста, пире кăмăллакан ватă генерал. Вăл пире Самара çапăçусăр хăварса, Епхӳ еннелле чакма, лере тăшмана çирĕплетнĕ позицире кĕтсе илме сĕнет.

— Ăçта-ха вĕсем пирĕн çирĕплетнĕ позицисем? Хăçан туса хатĕрлесе çитерĕпĕр вĕсене? — терĕ Авандеев. — Эсир те ун пек хăтланмăр, эпир те, хальччен парăнман Оренбурга тăшман ункинче хăварса, халех Епхӳ еннелле чакма пултараймастпăр. Вăй çитнĕ таран çапăçар. Санпа канашламалли пĕр шухăш пур ман… Малтан тепре асăрхаттарам-ха сана: пăс кăларса тăракан пăрахут пирки ан ман.

— Юрĕ-çке, — кулса ячĕ Куйбышев — Каларăм вĕт сана: асăрхаттаракансем кунта та лăках. Хăвăн шухăшна кала-ха.

— Чехсем, Самара илсе, чăнах та Çĕиерелле çеç туртăнсан, Блюхер Оренбурга тăшмаи аллине памĕ. Эпĕ те вара ун штабĕнчех юлăп. Тен, каярах Самара шуррисенчен тасатма та килĕпĕр. Еçсем хăрушăрах пулса тăрсан, тăшман Ташкент çулĕпе пирĕн еннелле те сарăлсан, вара пирĕншĕн чăннипех çулсем хупланса лараççĕ. Ун пек пулса тăрсан, Блюхер мĕнле решени йышăнсан та, эп Пăслăк таврашĕнче вăрттăн ĕçлеме юласшăн. Ялти коммунистсене, Совет членĕсене, пирĕн енне туртăнакан фронтовиксене пĕтĕçтерсе отрядсем тума тăрăшăп е, май килсен, вĕсене тӳрех Блюхер патне ăсатăп. Тӳрĕ çулпа Чапаевпа та çыхăнма пулать. Эп хамăр уесра кашни яла, кашни вăрман кукрине лайăх пĕлетĕп.

— Тĕрĕс! — ырларĕ Куйбышев. — Сирĕн уесăр пирĕн кĕпĕрнене кĕрет-ха вăл. Кĕпĕрне ревкомĕ те, фронт командованийĕ те сана çавăн пек полномочи пачĕ тесе шутла. Подвойский юлташпа сан пирки паянах калаçăп. Тен, май килсен, пĕрле ун патне кĕрсе тухăпар. Подвойскипе иксĕмĕр алă пусса сана хут туса парăпăр. Блюхер валли те кăтартусем иулĕç-ха ун…

Çав самантра такам алăка хытă шаккарĕ, Воробьев сасси илтĕнчĕ:

— Часрах, Валериан Владимирович! Подвойский юлташ шăнкăравларĕ. Телефон трубкине пăрахмасăр кĕтсе тăрать.

Куйбышев алăк уçрĕ те, каялла çаврăнса:

— Тăхта-ха, Степаныч. Пилĕк минутран таврăнатăп, — терĕ.

Воробьевпа Çимун пӳлĕме кĕчĕç. Куйбышев пилĕк минутран мар, сехетрен те ку пӳлĕме таврăнмарĕ.

— Çук ĕнтĕ, Куйбышевпа калаçасси мар, сьшпуллашса алă чăмăртасси те пулмарĕ, — терĕ Авандеев, лешĕ хăйĕн йӳлĕмĕнче те çуккине пĕлсен. — Атя, Семен Тимофеич, каялла кайма тапранар. Валериана салам кала, эппин, Йван Васильевич. Пĕр юрă-сăвă йĕркисене астутар ăна: «Вăйлă.çил-тăвăл тапранĕ. Çитĕ савăк самана!» Эс пĕлмен те пуль: ссылкăра чух сăвă çыратчĕ пирĕн марксист. Эпир ăна юрă туса юрлаттăмăр. Вокзалра Подвойский патне хамах кĕрсе тухăп. Тен, унта Тайманкина та тĕл пулăпăр.

— Тĕл пулаймастăр пуль, — терĕ Воробьев. — Вĕсене чугун çул кĕперне сыхлама тăратнă.

Палламан паттăрсем

Сахара кĕпер сыхлама хушрĕç.

«Тăшман каçасран хăратпăр пулсан, кĕперне çĕмĕресчĕ пĕрех хут», — терĕ паçăр пĕр юлташ.

«Кĕпере этем ывăлĕ хăйне валли юханшыв урлă каçса çӳреме тăвать. Халĕ, ак, эпир ăна çын каçасран сыхлатпăр. Кĕперĕ те мĕн тери вĕт! Кам тунă-ши ăна? Тук кĕперне ялĕпе тăватчĕç, кăна хулипе тунă-ши? Çук. Хулине те, чугун çулне те, кĕперне те рабочи тунă. Рабочи хăй тунă япалана çĕмĕреймест ĕнтĕ… »

Çапла шухăшласа каллĕ-маллĕ утса çӳрет Тайман Сахарĕ.

Клубран Подвойский штабĕ патпе коммунистсем пиллĕкĕн-улттăн çеç пыиăччĕ, кĕçех вĕсеп шучĕ вăтăртан иртрĕ. Бакаевран пуçне никама та палламасть Сахар. Тата командир хушаматне пĕлет: Харчервников юлташ, вăл Подвойский штабĕнчĕнех. Пурте пĕр вăгона тиенчĕç, ăна çĕрле пăравус кĕпер урлă тĕртсе каçарчĕ. Сахара кĕпер умĕнче хăварчĕç. Нумайăшне мала ăсатрĕç: хăшне — кĕпер леш енчи чугун çула пăсма, хăшне — разведкăна.

Нумай та вăхăт иртмерĕ — мал енче пăшал пени илтĕнчĕ. Те пирĕннисем иереççĕ, те — тăшман. Акă пульă-сем кĕпер тимĕрне чаклаттара пуçларĕç. Тăшман перет иккен. Шуйттан! Тĕттĕмре пĕр-пĕр каскăн пуля пуçран килсе лектерĕ. Пуçна пĕр усăсăр хурăн кунта. Хирĕç пересчĕ — хамăрăннисене лектерме пулать. Элеватор енче тупăсем кĕрле пуçларĕç. Пирĕн тупăсем! Хайхи Казанцев çапах та артиллерие майлаштарнă иккен.

Çук, тивеймерĕ-ха каскăн пуля Сахар пуçне. Пеме чарăнчĕç. Ирхине суранланнă юлташсене кĕпер урлă хулана ăсатрĕç. Кĕпер тăрăх хурлăхлă хыпар сарăлчĕ: çĕрлехи перкелешӳре отряд командирĕ вилнĕ иккен…

Тул çутăлсан, йĕрн-тавра пăхкаласа тĕлĕнчĕ Сахар. Самар хулин «лешеккийĕ» Чулçырмари пекех. Айлăм вырăн. Шыв темиçе çухрăма сарăлнă. Чугун çулăн тăпри шывран самай çӳле çĕкленсе выртать. Çав çич-сакăр утăм анлăш çулпа çĕрле çӳренĕ иккеи разведчиксем — хĕрлисемпе шуррисем, пĕрне-пĕри хире-хирĕç.

Пĕр вунă-вунпилĕк çухрăмра юнлă çапăçу пынă вăхăтра палламан юлташсемпе пĕрле виçĕ талăк хушши кĕпер сыхларĕ Сахар. Урăх çĕрле пăшал пени пулмарĕ. Июнĕн 7-мĕшĕнче савăнтаракан хыпар сарăлчĕ. Епхӳ енчен те, Чĕмпĕр енчен те пулăшу килнĕ, тет…

Каçхине Сахар ушкăнне кĕпер урлă каялла каçарчĕç, вĕсен вырăнне Ĕпхӳ енчен килнĕ юлташсене тăратрĕç.

Сахар, ывăнса, ыйхăласа çитнĕскер, хăна çуртне каймарĕ, тӳрех клуба çул тытрĕ. Вăл унта Воробьев пӳлĕмне пырса кĕчĕ. Иван Ваçильевич хăй çукчĕ. Сахар пукан çине ларчĕ те сĕтел çинчи хут татăкне курах кайрĕ. Хуçлатнă хут татăкĕ çине «Тайманкину» тесе çырнă: «Стерлитамакран Казин хушаматлă юлташ килнĕ. Сан ывăлна пĕлет. Курса калаçма тăрăш», — тенĕ унта. Те ăнланчĕ Сахар, те ăнланаймарĕ — пуçне кăкăрĕ çинелле усрĕ те сĕтел хушшинче ларнă çĕртех çывăрса кайрĕ…

Сахар тул çутăласпа вăранчĕ, тĕлĕнсе, йĕри-тавра пăхкаларĕ, хăй ăçтине аран тавçăрса илчĕ. Хуçи ăçта-ши? Кам пĕлет, тен, вăл хальччен пуçне хунă. Те тĕлĕкре, те çывăрса кайичченех-ха, пăшал пенине илтнĕччĕ пек…

«Мĕн туса ларатăп эп кунта, ухмах?» — сиксе тăчĕ Сахар, пăшалне ярса тытрĕ те коридора чупса тухрĕ.

Пусма тăрăх ана пуçласан, такам хыçран:

— Таврăн каялла, урама тухмалли пĕтрĕ! — тесе кăшкăрчĕ.

«Ку мана каларĕ пулмалла», — шухăшларĕ Сахар. Вара, каялла таврăнса, Воробьев пӳлĕмĕн алăкĕ патĕнче чарăнчĕ.

Çын лăках тулнă. иккен халĕ кунта. Пурте, такама пытарма килнĕ пек, шăпах тăраççĕ. Сахар çĕрле темле хăрушă пăтăрмах пулса тăнине чухласа илчĕ.

Ревком пӳлĕмĕнчен такам, пĕр чарăнмасăр, тарăхнă сасăпа: «Алло!.. Алло!» — тесе кăшкăрни илтĕнет.

Пĕр юлташ, каçранах клуба сыхлама килнĕ дружинник, Сахар анраса кайнине курсан, пăшăлтатса:

— Эс çывăрнă иккен. Пулемет шатăртатнине те илтмерĕн-и? — тесе ыйтрĕ. — Пирĕн пулеметчика вĕлерчĕç, шуйттансем. Контрăсене клуб таврашĕнчен сиреймерĕмĕр. Хамăр аран çăлăнтăмăр, клуба кĕрсе, алăксене питĕрме ĕлкĕртĕмĕр. Халь капкăна лекрĕмĕр пулать. Ревком сыхлăх штабĕпе е вокзалпа çыхăнма тăрăшать-ха…

— Çук! Çыхăну пĕтнĕ. Сыхлăх штабĕ те, вокзал та шарламаççĕ. Кунтан хамăрăнах епле те пулин тухса хăтăлас пулать, — илтĕнчĕ ревком пӳлĕмĕнчен.

— Эх, ревком! Пире мар, хăйсене те çăлаймаççĕ. Эп вĕсене çул кăтартса парам-ха, — терĕ те Сахарпа калаçакан юлташ, ревком пӳлĕмне ыткăнчĕ.

Çав вăхăтра Сахар хут пирки аса илчĕ. Те чăн, те тĕлĕкре темле хут курнăччĕ. Рамаш ятне асăннăччĕ унта. Хутне шырама Сахар Воробьев иӳлĕмне кĕчĕ.

… Самар ревкомĕн хăйĕн председательне тепĕр хут ирĕксĕрлемелле пулчĕ. Куйбышевшăн та, ревкомăн ытти членĕсемшĕн те хăрушлăх уççăнах палăрчĕ ĕнтĕ. Сасартăк пĕтĕм ревком тенĕ пек тыткăна лекни, вокзалпа та, сыхлăх штабĕпе те çыхăну татăлни ахальтен мар. Шалти контрреволюци каллех пăлхав çĕклесе çĕрле е ир енне чехсене кĕпер урлă каçма пулăшнă. Хăш вырăнсене чăн малтан тĕллемеллине пĕлсе тăракансем пурах çав таçтан килнĕ тăшман хушшинче. Паллах — хуларисем.

— Ан пăлханăр, юлташсем. Лăпкăн шухăшласа пăхар-ха, — терĕ Куйбышев, телефон шарламаннине курсан. — Ман шутпа, пĕр-пĕр лазутчика сыхлăх штабне ярас. Унта латышсен дружини пирĕн пек капкăна лекмен пуль, Çав отряд çеç пире çăлма пултарать. Инçех те мар вĕт, икĕ квартал кăна. Пĕр çын картишĕнчен тухса епле те пулин штаба çитме пултарĕ.

— Пĕр çыншăн та кунтан вăрттăн тухма çул çук çав пирĕн, — терĕ хула ĕçтăвкомĕн председателĕ Теплов.

— Çул пур, — сасартăк хавхалантарчĕ пурне те алăк умĕнче пĕр хĕрлĕ гвардеецпа пăшăлтатса тăракан Масленников.

Куйбышевран та пĕр-ик çул çамрăкрахскер, анчах ун пекех патша тĕрминче темиçе хут ларса курнă большевик, ревком ĕçĕпе Куйбышевăн заместителĕ шутланакан Масленников сĕтел патне пырса тăчĕ те пĕр сехĕрленнĕ, пĕр хавхаланнă çынсене тĕлĕнтерсе çапла каларĕ:

— Итлĕр, юлташсем! Председатель ĕçне хам çине илетĕп, Куйбышев юлташа сăмах памастăп. Вăл пирĕн умра Ставропольтен хăйĕн ирĕкĕпе таврăннăшăн айăплă. Эпир хамăр та революци ĕçĕ умĕнче айăплă: йăнăш турăмăр, ăна каялла тавăрмарăмăр. Халь çав йăнăша тӳрлетме йывăртарах, çапах тарăшса пăхас пулать. йăнăша тӳрлетмеллех.

Куйбышев тем каласшăн çăвар уçнăччĕ.

— Ан чăрмантар, Валериан Владимирович, — пӳлчĕ ăна Масленников. — Вăхăт сахал пирĕн. Тул çутăлса çитиччен васкас пулать. Çул пур, анчах çав çулна пурсăмăр та кайсан, тăшман сисме пултарать. Эпир, клубра юлнисем, тен, плена лекĕпĕр. Куйбышев та, кунта юлсан, тăшман аллине лекме пултарать. Пире тыткăнласан та — тĕрмене хупнипе çырлахĕç. Куйбышева суд туса та, судсăр та персе вĕлерме пултараççĕ. Чехсем хăтланмасан, кунти контрăсем хăтланĕç. Итлĕр малалла: пӳртсем кунта пĕр тăтăш, пĕринчен пĕри çӳллех мар. Пӳрт тăррисем тăрăх юнашар урăма çитме пулать. Çав урампа анаталла пристане чупса анма пилĕк минутран ытла кирлĕ мар. Унта тапранма ха- тĕр пăрахут тăрать. Сĕнӳ çапла: Куйбышев юлташа вунă-вуникĕ хĕрлĕ гвардеецпа çав пăрахут çине ăсатас. Пĕчĕк отряда Теплов юлташ ертсе кайтăр. Çул кăтартакан пур: ав, кунти пӳрт тăррисемпе çӳресе курнă рабочи, Федоров юлташ. Эпир, ыттисем, кунта юлатпăр. Пире латышсен отрячĕ килсе çăлаймасан, малалла мĕн тумаллине хамăрах курăпăр.

Куйбышевран пуçне пурте харăс алă çĕклерĕç. Сăмахсăр юлнă председатель пуçне тăрмаласа илчĕ. Халь пĕтĕм ревкома хирĕç ним те тăваяс çук ĕнтĕ, калаçни те усăсăр. «Каллех хайхи «диалектика» пулчĕ-и? — Авандеев сăмахне аса илчĕ Куйбышев. — Вăл, мурçиеш, пăс кăларса тăракан пăрахут пирки Масленниковпа та калаçнă пуль. Ун пек пăрахут пирки хальччен илтменччĕ эп».

Çав вăхăтра Масленниковĕ кăтартусем парать:

— Васка, Теплов юлташ. Пĕр вунă çын, чăн паттăррисене, суйласа ил. Ыттисене халлĕхе Бакаев юлташ çурт тепĕр вĕçне куçартăр. Чӳречерен кăшт перкелешчĕр: юлташсем кайнине тăшман ан систĕр. Гранатăсем илме ан манăр. Юнашар урама çитсен, икĕ юлташа сыхлăх штабне чуптар. Ыттисем пурте пристань ениелле чупăр. Тăшман çула пӳлсен, гранатăпа усă курăр…

Сахар Воробьев пӳлĕмĕнче айăн-çийĕн çавăрса та ним те тупаймарĕ. Тамаша! Хучĕ пурччех вĕт, Рамаш пирки унта асăннăччĕ. Хам чикарккă тума чĕрмерĕм-и? Вăраннăранпа тапак та туртмаи пек. Çапла аптракаласа, Сахар каллех пукан çине ларчĕ. Виçĕ талăк хушшинче ĕшенсе çитнĕскер, татах тĕлĕре пуçланăячĕ, кĕç коридорта пĕр ушкăн çын тĕпĕртетсе иртни илтĕнчĕ. Сахар шартах сикрĕ, каллех мĕн пулнине астуса, винтовкпне ярса тытрĕ те васкамасăр коридора тухрĕ. Çынсем пусмапа картишнелле аннине курса юлчĕ вăл. Вĕсем хушшинче Куйбышев та курăнчĕ пек. Ним тума аптраса, пĕр вырăнта тăчĕ-тăчĕ те картишнелле аннă çынсен йĕрĕпе танккарĕ Сахар. Мĕнле вара? Килкартинче никам та çук-çке! Пӳрт тăрри кĕмсĕртетнине илтсен, çӳлелле пăхрĕ те лешсем хăш çулпа кайнине тавçăрса илчĕ. Вара хăй те пушар пусмипе çӳлелле хăпара пуçларĕ. Çав вăхăтра клубра пăшал сасси кĕрĕслетрĕ.

Сахар пӳрт тăррине хăпарса çитнĕ çĕре çынсем куçран çухалнă та-мĕн. Юнашар пӳрт тăрри кăшт çӳллĕрех. Тепри каллех лутрарах. Урамра, çывăхрах, пăшал переççĕ. Хăш тĕлте çĕре аннă-ши юлташсем? Сахар урлă урама çитрĕ те пĕр тĕлте пусма вĕçне курах кайрĕ. Çав пусмапа килкартине анса тăчĕ.

Вăл, урама тухса, сыхлăх штабĕ еннелле чупăс тенĕччĕ кăна, — çывăхрах граната кĕрĕслетсе çурăлни илтĕнчĕ. Кĕçех уçă хапха умĕпе паçăрхи юлташсем, виççĕн-тăваттăн, элеватор еннелле чупса иртрĕç. Çавăнталлах вĕсем хыççăн чехсем чупни курăнчĕ. Урама тухасси пĕтрĕ. Вара Сахар килкартинчех шанчăклăрах пытанма тăрăшрĕ. Тĕрлĕ хуралтăсем хыçĕнче — хăма хӳме. Хӳмере ачасем çӳрекен шăтăк пур иккен. Сахар çав шăтăкран хĕсĕнсе кĕче те тепĕр килкартине пырса тухрĕ. Халь ĕнтĕ пасар çумĕнчи урама тухма пулать.

Пасар вырăнĕ питĕ пысăк — икĕ квартал тăваткалĕ. Тĕрлĕ хуралтăсем нумай унта. Асăрханса, пытанкаласа, чугун çул çывăхне çитме те май пур. Вокзалта Гашекпа Поспишилăн отрячĕсем тăраççĕ тенине илтнĕччĕ вăл.

Çапла шухăшласа, вокзал енне чупрĕ Сахар. Чиркӳ тĕлне чиперех çитнĕччĕ, шăп вокзал енчен тăшман килсе тухрĕ. Сахар аран чиркӳ хыçне пытанма ĕлкĕрчĕ.

Ку чиркĕве аванах пĕлет-ха Сахар. Çакăнти пасара килнĕ хушăра вăл чиркӳ крыльци çине те хăпарса курнăччĕ. Крыльца чиркӳ анлăш, тăваткал юпаллă та тăрăллă хăй. Шанчăклăрах пытанас тесе Сахар стена çумĕпе шуса, крыльца çине хăпарчĕ те тăваткал юпа çумне пырса лăпчăнчĕ. «Чиркĕве алтарьпе тухăç еннелле лартни ак хăçан маншăн усăллă пулчĕ. Кунта, анăç енче, тĕттĕмрех», — шухăшларĕ Сахар. Çав вăхăтра тепĕр юпи йăшăлтатнă пек курăнчĕ ăна. Унта та çын тăрать иккен. Çынни юпаран уйрăлса ун еннелле пĕр-ик утăм тусан, Сахар тăрук палларĕ ăна. Гашек юлташ пулчĕ вĕт ку! Лешĕ çывхарчĕ те:

— Хĕрлĕ гвардеец? Хăш еннелле сăптăрас тетĕн? — тесе ыйтрĕ.

— Пĕлместĕп, Ярослав Романович. Станци еннелле, сирĕн пата çул тытнăччĕ эпĕ.

— Унталла ан кай. Кĕпер урлă каçнă тăшмана эпир виçĕ взводпа çеç чараймарăмăр. Артиллеристсен казармине чуп. Трамвай çӳрекен урампа ан кай, ав тепринпе. Самарта чăн улах урам вăл. Унта йытă-качкасемпе сыснасем çеç çӳреççĕ.

— Эс ху унталла каймастăн-им? Ăçта каятăн вара?

— Эпĕ хăна çуртне каятăп, — терĕ Гашек.

«Каллех шӳт тăвать», — шухăшларĕ Сахар.

— Кĕçĕр çапла пуласса никам та кĕтменччĕ, — тет лешĕ малалла. — Пирĕн штаб «Сан Ремо» хăна çуртĕнчеччĕ вĕт. Унта хутсем юлчĕç, отряда çырăннă чехсен списокĕсем те çавăнтах. Çавсене кайса çунтарас терĕм.

— Тĕп урама çитейместĕн. Тытсан, вĕлереççĕ сана, — хуйхашса ӳкрĕ Сахар.

— Мана-и?! Çав тăрнайсене улталаймасан, эп вара Гашек та мар, Ярослав та мар; пушшех те — Романович ятне илтме тивĕçлĕ мар пулăп. Юрĕ. Чуп. Ман пирки ан шухăшла, пирĕннисене салам кала, — тесе Сахара ыталарĕ те, ăна яланах тĕлĕнтерекен, савăнтаракан çын вăрăм хĕрлĕçурт еннелле утрĕ.

Гашек кăтартнă урампа чупса, Сахар тĕрме хыçне чиперех çитрĕ, Кунта — те парк, те вăрман. Пысăк йывăçсем ӳсеççĕ. Хăш еннелле пăрăнас-ши тесе, Сахар йĕри-тавра пăхса илчĕ. Тĕрме енчен пĕр ушкăн хĕçпăшаллă çын кунталла çывхарать. Сахар пытанчĕ. Тутарла калаçни илтĕнет. Пирĕннисем мар-ши? Ак вĕсем те йывăçсен хӳттине килсе тăчĕç. Канашлаççĕ.

— Малтан артиллеристсен казарми патне çул тытар, унтан вара Постников дачи еннелле сулăнăпăр, — тет пĕри.

Кăмăлĕ çемçелнипе Сахар кăшт кăна макăрса ямарĕ. Пирĕннисем! Калаçаканни — Казанцев! Сахар тĕм айĕнчен тухрĕ.

— Казанцев юлташ, эп те сирĕнпе! — кăшкăрчĕ вăл. Те палларĕ Воробьев тусне Казанцев, те паллаймарĕ, çавах вăл та кăшт хавасланнă пек пулчĕ.

— Эсĕ артиллери командирĕ вĕт. Артиллеристсен казармине ертсе кай, эппин, — шӳтленĕ пек каларĕ Сахар.

Казанцев ним те чĕнмерĕ, тарăхса çитнипе аллине çеç сулчĕ. Ун вырăнне тепĕр çын, улăп пек пысăкскер, сăмах хушрĕ.

— А щоб ее хвороба забрала, тую артиллерию, — терĕ вăл.

«Ку ĕнтĕ — украин çынни, хаххул пулмалла. Иккĕшĕ тутар, пĕри кăркăс пек курăнать», — шухăшларĕ Сахар. Артиллеристсен казарми тĕлĕнче чарăнса тăмалла пулмарĕ, унта никам та çук. Вара «артиллеристсем» Постников дачи патне çитес терĕç. Казанцев ушкăнĕнчи çынсем пурте çак кунсенче артиллерист пулнăскерсем иккен. Тăшман çавăрса иле пуçласан, вĕсем тупă замокĕсене шыва пăрахнă та хăйсем каялла чакнă. Чехсем хулана мĕнле майпа пырса кĕнине артиллеристсем те пĕлсех каймаççĕ.

— Ытла çемçешке пулнă çав пирĕн власть, — терĕ Казанцев Тайманкина лайăх палласа илнĕ хыççăн. — Хуларисем, чехсене кĕтсе, пире хирĕç пăлхав хатĕрленине те асăрхайман эпир.

Сахар клубра хăй мĕн курни-илтни Çинче каласа пачĕ. Гашека тĕл пулни пирки халлĕхе шарламарĕ.

— Куйбышев юлташ пирки пăшăрхантаратăн эс мана, — терĕ Казанцев, Сахар каласа пĕтерсен. — Нимсĕрех пĕтме пултарать. Ун пек çынсеие упрас пулать. Революционерсем пурте пĕтсен, вара революци те пĕтет. Пуçа тулăксăр вута чикни — революцишĕн усăллă ĕç мар вăл…

Постников дачи таврашĕнче те çын çукпа пĕрех. Вунă-вунпилĕк хĕрлĕ армеец çеç пĕр тĕлте кĕпĕрленсе тăнă.

«Тарса хăтăлнисем çавсем кăна-ши? Хуларан чакмалла пулсан, отрядсем пурте çакăнта пухăнмаллаччĕ. Пурте тени çак çирĕм-вăтăр çын кăна пулчĕ-шим?» — пăшăрханчĕ Казанцев.

Хула енчен такам лашапа ĕрĕхтерсе килет. Çăмăл тăрантас çннче хĕрарăм ларса пырать. Казанцев çул çине тухса тăчĕ. Хамăрăннисене курсан, хĕрарăм лашине чарчĕ. Унтан Казанцев хăйне те палласа илчĕ.

— Хулара пăлхавăр, Казанцев юлташ, — кăшкăрчĕ хĕрарăм. — Революциллĕ Самар пĕтрĕ. Хулари буржуйсем чехсенчен те ытларах тискерленеççĕ. Венцек юлташа урамрах çапса пăрахнă. Тар хăвăртрах кунтан. Юлташусене ăçталла та пулин ертсе кай.

Çапла каларĕ те хĕрарăм, Казанцев сăмах чĕнессе кĕтмесĕр, лашине каллех ĕрĕхтерчĕ.

Чугун çул еннелле тӳрĕ çулпа кайса, Смышляевка станцине çитме шухăш тытрĕ Казанцев.

— Унта, тен, хамăрăннисемпе пĕрлешме май пулĕ. Вокзалтисем, Кинел енне йĕркеллĕрех чакса, тен, Смышляевкăра чарăннă пуль, — терĕ вăл, юлташĕсене пĕр çĕре пухса.

Казанцевпа пуринчен малтан Тайманкин килĕшрĕ. Тата Украин çыннипе икĕ тутар иккĕленмерĕç. Тăрсан-тăрсан, кусен çумне тата пĕр вунă-вуникĕ çын хутшăнчĕ. Ыттисем шавлакаласа тăрса юлчĕç.

Смышляевка станцине çитме икĕ çухрăмран ытла юлманччĕ. Зубчаниновка енчен утлă отряд килсе тухрĕ: вăтăр-хĕрĕх юланут. Тӳрех ыраш анисем урлă кустараççĕ. Переççĕ. Кам пултăр — тăшман. Хĕрлисем те çĕре выртса пере пуçларĕç. Юланутсем саланса кайрĕç, сăрт хыçне кайса çухалчĕç. Чугун çул çинче — те бомбăсем, те снарядсем çурăлаççĕ.

— Пирĕн подрывниксем ĕçлеççĕ пуль. Чупар хăвăртрах, — терĕ Казанцев, юлташĕсене хавхалантарма тăрăшса.

Тапхăрăн-тапхăрăн чупса, хĕрлисем станци патнелле çывхарчĕç. Çук, ĕç тухмасть. Хайхи юланутсем, сăрт хыçĕнче лашисем çинчен аннă та, çĕр çине выртса, вĕсене кĕтсе илме хатĕрленнĕ. Хĕрлисем ура çине тăрса чупма пуçласанах, шуррисем пĕр харăс персе ячĕç. Икĕ çын малалла тăрăнса ӳкрĕ. Ыттисем хăйсем выртрĕç.

Выртас умĕн Казаицев малта, темиçе хăлаçра, пĕчĕк тип çырма пуррине асăрхарĕ. Çавăнта шуса анма команда пачĕ вăл юлташĕсене. Чĕрĕ юлнисем вăхăтлăха çăлăнчĕç: тип çырмана шуса ансан, окопа кĕрсе ларнă пекех пулчĕ. Чылай вăхăт икĕ енчен те перкелешрĕç. Анчах ку тытăçу мĕнле пĕтесси каламасăрах паллă…

Этем кăмăлĕн хитрелĕхне тата тепре курса юлчĕ Тайман Сахарĕ. Украин çыннипе пĕр тутар çул тăршшĕпе ним хăрушлăх çук пек алхасса, шӳт туса килчĕç. Вилĕм хăрушлăхĕ те, çĕрĕпе-кунĕпе ыйхăсăр, апатсăр тӳсни те вĕсемшĕн нимех те мар пек. Вилме те хитре вилĕмпе вилме пулать иккен. Юри паттăрланса мар, чăннипех паттăр кăмăллă çын пулнипе.

Хăтăлма шанчăк çуккине курсан, Украин çынни тăшмана юнаса, тăван чĕлхепе тем кăшкăрса, çыран хĕррине хăпарса выртрĕ те çине-çине пеме пуçларĕ. Унăн юлташĕ те, тутарла ятлаçса, тăшмана ылханса, юлташĕпе юнашар вырнаçрĕ. Чупса килекен тăшмансене хăшне-пĕрне чикелентерчĕç вĕсем, ыттисене каллех çĕр çине вырттарчĕç. Сахар, çыран хӳтлĕхĕнчен тухмасăр, пăшал кĕпçи хĕрсе кайичченех печĕ. Унтан çӳлти икĕ юлташĕ енне çаврăнса пăхрĕ. Лешсем иккĕшĕ те юн юхтарса выртаççĕ. Хускалмаççĕ те.

Вара Сахар та хăй палламан çав паттăрсенчен хавшак пулас мар терĕ, çыран хĕррине вĕсемпе юнашар хăпарса выртрĕ. Чехсем каллех хăюлланса çнтнĕ, çырма еннелле чупаççĕ. Сахар пĕрне персе ӳкерчĕ — ыттисем чарăнмарĕç. Малаллах ыткăнчĕç.

Темиçе самантран Сахаршăн та тĕнче çути хупланса ларĕ. Пуçра юлашки шухăш çиçсе иртрĕ:

«Революци пурпĕрех пĕтмест!»

Унтан тата тепĕр шухăш вĕлтлетрĕ: «Ухмах! Хут татăкне кĕсъенех чикнĕччĕ вĕт. Стерлитамакран чăнахах çын килнĕ пулмалла. Çавна курса, Рамаш пирки те ыйтса пĕлеймерĕм… »

Хир енчи хулара

Авандеев таврăнсан, Блюхер отрячĕ, Дутов пĕр хушă анăçалла пăрăнманнине кура, Самара пулăшма васканăччĕ те… ĕлкĕреймерĕ. Вара отрядшăн чи йывăр кунсем çитрĕç. Самара илнĕ хыççăн чехсен корпусĕ Еихӳ еннелле те, Оренбург еннелле те сарăлчĕ. Блюхерăн Самаршăн мар, Пăслăкшăн çапăçмалла пулчĕ. Пĕчĕк хула икĕ хут алăран алла куçрĕ. Чехсем Пăслăк фронтне тата темиçе полк тăратсан тин вара Блюхерăн пĕр полк шутне те çитеймен отрячĕ каялла, Оренбург еннелле, чакрĕ.

Блюхера хăшĕ-пĕри, Пăслăкран кăнтăр-хĕвеланăç еннелле кайса, Чапаевпа пĕрлешме хистенĕ. Отряд пирки кăна пăшăрханнă пулсан, тен, çапла тунă пулĕччĕ те-и паттăр командир. Çук, апла тума пултарайман вăл, çапăçа-çапăçа чакса, Оренбурга тăшманран хӳтĕлеме тăрăшнă.

Кĕçех тăшмансем Оренбург хулнне те йĕри-тавра çавăрса илнĕ. Çурçĕрпе хĕвеланăç енче — чехсем, кăнтăрпа хĕвелтухăç енче — Урал тăрăхĕнчи пăлхавçă казаксем.

Вара Блюхер Оренбург таврашĕнчи пĕтĕм революциллĕ вăя пухса пĕрлештерет те çав ултă пинлĕ çара пĕтме памасть. Ана вăл çурçĕр еннелле, тăшман аллинчи çĕршыв урлă темиçе çĕр çухрăмлă çулпа, ертсе каять, хăйĕн çарне, вутлă ункăран кăларса, Хĕрлĕ Çарпа пĕрлештерет…

Кăяш Тимкки Пăслăкра вăрттăн ĕçлеме юлать. Революцишĕн хĕçпăшалпа кĕрешме хатĕр çынсене пухма тытăнать. Икĕ ушкăн пухма шутлать Тимкка: пĕрне — хулан хĕвеланăç енчи хыр вăрманĕнче, теприне — тухăç енчи хура вăрманта.

Пăслăк уесне хир енĕ тесе шутлаççĕ, хулине — хир енчи хула теççĕ. Ку сăмахсем чугун çул тăвакансенчен тухса кайнă пулмалла. Хыр вăрманĕнчен иртсен, Пăслăк çывăхĕнче хир енне çитсе кĕнĕ пек туйăннă-тăр вĕсене. Хуларан кăнтăр еннелле — вĕçĕ-хĕррисĕр тӳремлĕх, çеçенхир. Хули те Самар шывĕ çинче, айлăм та тӳрем вырăнта ларать. Çулла, типĕ çилсем вĕре пуçласан, хула урамĕсене хăйăр çуса каять…

Хуларан ик-виçĕ çухрăмра, çурçĕртен кăнтăр еннелле, çӳллĕ ту йăранĕ тăсăлса пырать. Ту тăррипе айккисем çап-çара, аркипе хушăкĕсенче вара юманлăх кашлать. Унта этем кĕрсе çӳремен чăтлăхсем те пур, теççĕ. Çывăхрах çурçĕр-хĕвеланăç еннелле таçта çити тăсăлакан хыр вăрманĕ пуçланать.

Кăнтăр енче, хулараи пилĕк-ултă çухрăмра, пĕр питĕ хитре вырăн пур. Улах та тӳлек ĕнтĕ. Çак тĕлте виçĕ юханшыв пĕрлешеççĕ: Самар шывне çылтăм енчен Тук, сулахай енчен Пăслăк юхса кĕреççĕ. Çакăнта çитсен ту йăранĕ, Тук тăрăх хĕвелтухăçнелле пăрăнса, пĕтсе пырать. Кунти ту хушăкĕсенче çĕр хăвăлĕсем пур. Çынсем хăшне пĕлеççĕ, хăшне пĕлмеççĕ те. Ту хыçĕнче хула çывăхĕнчи Сухоречка ялĕн пĕр вĕçĕ пуçланать. Çак вырăн тепĕр енчен те питĕ меллĕ: çывăхрах чугун çул иртет, виçĕ çухрăмра — Пăслăк станцийĕ, çичĕ çухрăмра — разъезд. Тук вăрринчен кăшт çӳлерех ĕлĕк арман пулнă. Халĕ унта хуралтăсен ишĕлчĕкĕсемпе арман пĕви çеç тăрса юлнă. Хула çыннисем кунта çӳремеççĕ, ялтан та килсе тухаканах çук. Сайра хутра çеç Сухоречка ачисем пулла килкелеççĕ.

Çакăнта, кив арманăн ишĕлчĕк хуралтинче, укомăн юлашки ларăвĕ, вăрттăн ревкомăн пирвайхи ларăвĕ, пулса иртрĕ. Вăрттăн ĕçлекен уес ревкомĕн пуçлăхĕ губревком полномочийĕпе килнĕ Авандеев пулса тăчĕ.

Паян çак ларура тата икĕ вăрттăн ревком турĕç. Пĕри хĕвеланăç енче, хыр вăрманĕнче ĕçлемелле, тепри хĕвелтухăç енче — хура вăрманта.

— Подвойский юлташ мана тăшмана хирмелли савăл хатĕрлеме хушрĕ. Вăрманта хатĕрленĕ савăлсем çирĕпрех пулĕç, — терĕ Авандеев.

Хыр вăрманĕнчи ревком пуçлăхĕ пулма унччен уком секретарĕ пулнă Ильин юлташа палăртрĕç. Хĕвелтухăçĕнчи ревком пуçлăхĕ Осокин пулать. Вăрманти ревкомсен задачи: чи малтан ялти коммунистсене, вилĕмрен çăлса, пĕр çĕре пухмалла, унтан вара партизан отрячĕ тумалла.

Осокина сăнран мар, хушаматран çеç палларĕ Авандеев. Мишша-салтак Кăяш Тимккишĕн кĕтмен парне пек пулчĕ. Пĕрне-пĕри хальччен курманччĕ-ха вĕсем. Тимкка Чулçырмара пулкаланă вăхăтра Мишша салтакраччĕ. Ана Блюхер отрядĕнчен Ильин хăех суйласа илнĕ-мĕн.

Лару пĕтсен, Авандеев Осокинпа уйрăм калаçрĕ, ăна чăвашла пуплесе тĕлĕнтерчĕ.

— Эпĕ сана унччеи каламарăм. Кăяш Тимкки эпĕ, Самлей чăвашĕ. Санпа пĕрле ĕçлеме палăртнă юлташсем — сан янташусем. Эп вĕсене Блюхер отрячĕ кунта чух уйăрса илтĕм. Иккĕшне тӳрех Весуккана ăсатрăм, пĕри сирĕн пата каярах пырĕ…

Мишша-салтак тĕлĕннĕçемĕн тĕлĕнет. Мереккелле те сейĕрле вылянă пек пулса тухать-ха. Самлей чăвашĕ Чулçырма чăвашне Мăрзабай Çимунĕпе, Ятрус Хрулккипе тата… Илюшăпа, Чугуновпа, тĕплĕн паллаштарма тăрăшать.

— Вырăс ачине хăварма шутламанччĕ, хăй питĕ йăлăнчĕ, ялта ман Хĕрлĕ гварди пур тесе илĕртрĕ мана. Ачи шанчăклă та, юнĕ ытлашши вĕри. Ятрус Хрулккине пĕлетĕнех пуль ĕнтĕ. Сирĕншĕн шанчăклă хӳтлĕх пулать вăл. Мана е хăвна шаннă пекех шан ăна. Маншăн учитель те, атте те пулчĕ вăл: Хрулкка халĕ пирĕн майлă пулнине никам та пĕлмест, эсер тесе шанаççĕ ăна тăшмансем. Старике упрăр. Николаевĕ, чухларăн пуль, Мăрзабай таврашĕ. Ун пирки, пуян çемьерен тесе, ан иккĕлен. Чĕрепе те, ăстăнпа та революцие татăклă йышăннă вăл, пирĕн ĕçшĕн вилме хатĕр. Анчах асту, чăн та вилсе кайма пултарать. Сурансăр вырăн юлман ун. Сĕм вăрманпа Ятрус старик ăна чĕртессе шанатăп.

Федотов пирки Осокин хальччен пачах илтменччĕ. Вăл Лешеккинчи тиечук ывăлĕ иккен. Прапорщик. Блюхер отрядĕнче командир пулнă. Партнзан отрячĕ тусан, командир пулма пултарать. Халĕ, офицерла тумланса, хулара юлнă. Ревком разведчикĕ.

Кив арман хуралтисем хула енче мар, сăрт енче. Хăрушлăх сиксе тухсан, ту хушăкĕнче пытанма питĕ меллĕ. Çыхăну тытма уйăрнă çынсем вара çакăнта «пулла» килмелле иккен.

Пулас ревкомсен членĕсем тĕрлĕ еннелле саланчĕç. Халăх пирки ялан юратса калаçакан Леонид Федотов пĕлтĕр ялта Назарпа курса калаçнă хыççăн нумаях иккĕленсе пурăнман, кĕр еннелле большевиксен партине çырăннă. Октябрь кунĕсенче вăл Питĕр таврашĕнче çапăçнă. Хĕлле ăна Хĕрлĕ гварди отрячĕпе Челябинск таврашне ăсатнă. Тăван хулана вăл тепĕр хут Ьлюхер отрячĕпе килсе лекрĕ.

Кăмăлпа çемçешкерехскер, офицер е Хĕрлĕ Çар коман-дирĕ пулма шухăшламанччĕ Леонид. Вăл учительте е пĕр-пĕр наука тĕлĕшĕпе ĕçлеме ĕмĕтленетчĕ.

Хытă самана çемçешке кăмăла та хытарать. Тепĕр «çемçешке» тата, йывăр кунсем килсен, чĕринче хальччен пытанса упраннă вăй-халне, паттăрлăхне сасартăк палăртать. Çавнашкал çын пулнă ĕнтĕ Каменкăри тиечук ывăлĕ.

Офицер тумĕ килĕшет Леонида. Сăнпа та, калаçнипе те питĕ интеллигентлă çын пек курăнать вăл. Шуррисем иăпăр-япăрах чухласа илес çук вăл мĕнле офицер иккенне. Унăн, хулари ĕçсене сăнаса, «пулла çӳресе», пĕр-икĕ эрне Пăслăкра пурăнмаллаччĕ. Хайхи виçĕ кун та пурăнаймарĕ, — унăн, вилĕмрен аран хăтăлса, хуларан тармалла пулчĕ.

Нихçан суйса курманскер, Леонид ĕнтĕ суйма та хăнăха пуçланăччĕ; юри тĕпчесе калаçман çынсем умĕнче суясси нимех те мар вĕт. Хĕрлисем вăхăтĕнче килте хӳре хĕстерсе пурăннă офицер вăл. Халĕ, ак, шуррисем çĕнтерсен, арчара усранă погонĕсене çакрĕ, шурă çара хутшăнса, хĕрлисемпе çапăçма та хатĕр. Çав кăна.

Анчах юри тĕпчесе калаçма пултараканни те тупăнчĕ. Пĕррехинче Леонид урамра кĕтмен çĕртен Мăрзабай ывăлне тĕл пулчĕ. Кунран пытанма хĕнрех. Çапăх шикленмерĕ хăй, «авалхи тусне» тĕл пулнăшăн «савăнса» калаçрĕ. Лешĕ тусне пĕлтĕрхи пек ыталамарĕ. Малтан тĕпчесе куçран пăхрĕ. Ыйтасса нимех те ыйтмарĕ, халлĕхе ĕненчĕ пек. Каçхине хăй патне хăнана пыма чĕнчĕ.

Назарпа тĕл пулни пĕр енчен лайăх. Хыпарсем ытларах пĕлме пулать. Çав вăхăтрах ку тискер çынран хытă сыхланмалла.

Каланă вăхăт çитеспе ревком разведчикĕ авăрланă револьверне кĕсйине чикрĕ те чĕннĕ çĕре васкасах кайрĕ.

«Ик-виç сехет хушшинчех эп камне тĕрĕслеме ĕлкĕреймĕ-ха», — шухăшларĕ вăл.

Назар хăйĕн «авалхи тусне» хăй меслечĕпе тĕрĕслеме шут тытнă пулнă иккен. Ун хваттерне Леонид хула хĕрринче шыраса тупрĕ. Чим-ха… мĕн ку? Чул хӳмеллĕ чул çурт. Хапха умĕнче часовой тăрать. Иртсе кайсан лайăхрах пулмĕ-ши?

Офицер пӳрт номерĕсене сăнаса килнине курсан, часовой ăна хăех чĕнчĕ:

— Эсир, ваше благороди, Федотов прапорщик пулсан, кĕрĕр. Назар Павлович сире кĕтсе тăрать.

Малалли тĕлĕкри пек хăвăрт пулса иртрĕ — шухăшласа тăма вăхăт та пулмарĕ.

Назарĕ, чăнах та, хăнине ĕçме-çимепех кĕтсе илчĕ. Хăй вара малтанхинчен те кăмăллăрах калаçать.

— Сан валли пĕр хаклă парне хатĕрлерĕм, Леонид, — терĕ вăл, темшĕн куçне хĕссе. — Сисетĕп ĕнтĕ, эсĕ те халь хĕрлисене ман пекех кураймастăн. Сан кăмăлна тупас терĕм. Сĕтел хушшине лариччен пĕр мухтавлă ĕç тăвар-ха.

Çапла сăмахлакаласа, Назар хăнине килкартине ертсе тухрĕ. Унта, чул хуралтă тавра, пăшаллă часовойсем çӳреççĕ иккен: паçăр, пӳрте кĕнĕ чух, çакна Федотов асăрхаман та.

«Тĕрме-ши кунта е контрразведка-ши?» — çиçсе иртрĕ шухăш Леонид пуçĕнче.

Назар команда панă хыççăн часовойсем хуралта алакне уçа пуçларĕç.

Хĕрлисен генералне тытрамар, — терĕ Назар, Федотов енне çаврăнса. — Паçăрах пемеллеччĕ те ăна, сан валли хăварас терĕм. Тен, çыннине паллатăн та пуль: кунти уесри çар комиссарĕ пулнă.

Леонид хуралтăран кăларнă çынна пĕрре пăхсах палларĕ: чăнах та, Сучков юлташ. Хăйне курнăччĕ, анчах паллашса ĕлкĕрейменччĕ…

— Аçта, кунтах перетĕр-и? — ыйтрĕ Леонид, сассине лăпкăрах кăларма тăрăшса.

— Кунтах пуçланăччĕ те… Шăрăх, час шăршланать. Ав, инçех мар, улăхра, шăтăк хăйсенех алттартăмăр. Ку паян вунпĕрмĕш. Сан тӳпӳ. Эсĕ çак тăшмана пеме салтаксене команда парăн. Кăмăлу пулсан, хăвах пер. Сан мĕн, кольт-и е браунинг-и? — Назар Леонидăн мăкăрăлса тăракан кĕсйи çине куçĕпе сĕлтрĕ.

— Кольт. Юрĕ, хамах перĕп, — тесе, Леонид кĕсйинчен револьверне туртса кăларчĕ.

Çук, Назарăн та шалчи тулман курăнать, Леонидăн та вилме вăхăт çитмен пулнă иккен-ха… Çав самантра пӳртрен салтак чупса тухрĕ.

— Полковник чĕнет сире, ваше благороди, телефон çĕмĕрсе кăшкăрать. Часрах…

Назар, аллипе сулса, конвоя тăхтама хушрĕ, хăй пӳр-телле ыткăнчĕ.

Конвоирсем — леш часовойсемех. Вĕсем Назар алă сулнине асăрхаймарĕç, анчах офицерсен юлашки сăмахĕсене лайăх илтнĕ-мĕн. Комиссара, çурăмĕнчен чыша-чыша, хапха еннелле уттарчĕç. Федотов, револьверне алăра вы-лятса, вĕсем хыççăн утрĕ. Пуçа пĕр шухăш çеç пăралать: «Хапхаран тухса, пӳрт хыçне пулма ĕлкĕресчĕ». Чун-хавал кăна васкать çав. Урана васкатма юрамасть. Çапах та, хапхаран тухсан, сассине хаяртарах кăларма тăрăшса, конвоя васкама хушрĕ. Хапха умĕнчи часовой тĕлĕнмерĕ, ку та большевика персе курасшăн терĕ пулмалла.

Пӳрт хыçне пăрăнса ӳксе, шăтăк еннелле пĕр хĕрĕх утăм пек утсан, «офицер», конвоирсен умне тухса, комиссара револьверпа чышрĕ.

— Васка, вăхăт сахал пирĕн, — терĕ вăл. Хăй çав самантра варт! çаврăнса тăчĕ те револьверĕпе салтаксене тĕллерĕ: — Пăрахăр пăшалăрсене, ну! — терĕ вăл лăпкă та çирĕп сасăпа.

Тĕлĕнсе хытса кайнă салтаксем пăшалĕсене лаштах пăрахрĕç.

— Каялла çаврăнса, пилĕк утăм тăвăр. Халь вырăнтан ан хускалăр.

Шуррисен полковникĕ те пулăшать-ха Федотова — Назар çаплах курăнмасть. Халь ĕнтĕ комиссарăн хыçала çавăрса çыхнă аллисене салтасси çеç юлчĕ. Леонид, сулахай аллипе кĕсъерен çĕçĕ кăларса, чĕн пăява касрĕ. Унтан конвоирсен пĕр винтовкине Сучкова тыттарчĕ, теприне хăй илчĕ те кĕпер еннелле чупрĕ.

— Унталла мар, ман хыçран чуп, — тинех сасă кăларчĕ комиссар. — Кĕперпе хăваласа çитме пултараççĕ. Тӳрех шыва сикĕпĕр.

Самар çыранĕ инçех те мар. Тревога хускалман-ха.

— Пăрах пăшална. Хăвăртрах чупар! — вилĕмрен чĕрĕлнĕ комиссар халь ĕнтĕ хăй команда пачĕ.

Çырана çитсе шыва сиксен, Сучков шывра шĕмпĕртете пуçларĕ, пит-куçне хытса ларнă юнран çуса тасатрĕ, ăшĕ каниччен шыв ĕçрĕ.

— Кунта ăшăх, ишмелли пĕр-ик хăлаç кăна, — терĕ вăл.

Таркăнсем шыв урлă каçса хăвалăхри тĕм айне канма ларсан, хула хĕрринче тревога пуçланчĕ.

— Салтакĕсем эс команда парасса кĕтсе тăчĕç-ши е хăйсем те тарчĕç-ши? Тарман пулсан, сан тусу персе вĕлерет вĕсене, — терĕ Сучков, унтан чышкипе хула еннелле юнаса: — Эсир ман алла лексен, вĕçерĕнеймĕр! — тесе кăшкăрчĕ.

Вилĕмреи çăлăннăшăн савăннипе ним калама та пĕлмест кĕлеткипе пысăк та кăмăлĕпе ача пек комиссар.

Халĕ те тăна кĕрсе çитмен Леонид шарламасть. Уншăн çак теветкеллĕ те хăрушă ĕçе вăл мар, пачах урăх çын тунă пек туйăнать.

Пăртак сывлăш çавăрнă хыççăн лăпланнă пек пулсан, Сучков Федотова контрразведкăна пырса кĕнĕшĕн хытă ятларĕ.

— Полковника тав ту. Вăл çине тăрсах шăнкăравламан пулсан, эпĕ кăна мар, эсĕ те пĕр тулăксăр пĕтеттĕн, — терĕ вăл.

— Çапах та пĕр усал офицера персе вĕлереттĕм-ха.

— Ун пирки ан пăшăрхан. Ку тнскер эсремете сана памастăп. Манран нимле полковник та, генерал та хăтараймĕ ăна.

Юланутсем тӳрех кĕпер урлă кустарчĕç. Тĕттĕмленсе килет.

— Кунта пăрăнаймаççĕ вĕсем. Пăрăнсан, лачакана путса вилеççĕ. Ту аркине çитичченех шурлăх сарăлоа выртать ку тĕлте. Çӳрес тесен, сукмакĕсене пĕлмелле. Аçталла каймаллине кана кала, шанчăклă сукмакне тупăпăр ăна. Ревком пуçлăхĕ Авандеев пулать тенине илтнĕччĕ. Хăйне курса паллашма ĕлкĕреймерĕм, — чарăнмасăр пăшăлтатрĕ Сучков.

Ир еннелле таркăнсем Тук вăррине хирĕç ларакан ту хушăкне çитрĕç. Вĕсене ревком патрулĕ чарчĕ, аллисене çӳлелле çĕклеттерчĕ.

Авандеев иккĕшне те хула таврашĕнче хăвармарĕ. Пĕрне Весуккана, Осокин патне, теприне хыр вăрманне, Ильин патне, ăсатрĕ.

Шурă Атăл таврашĕнче

Рамаш Чулçырмара нулнăранпа çулталăк ытла иртрĕ. Çулталăк? Пĕлтĕрхи çимĕкри яш-кĕрĕм вăййи ĕнер кăна пулса иртмерĕ-и? Тепре шухăшласан, çав уяв нихçан пулман пек те туйăнса каять. Тен, тĕлĕк çеç вăл? Çук, тĕлĕк мар. Оля — тĕлĕк мар. Акă унăн çырăвĕсем. Хăй те яланах куç умĕнче. Кăçалхи çимĕк улталарĕ ăна, таçтан, Шурă Атăл леш енĕпе иртсе кайрĕ…

Рамаш шухăшласа хунă тăрăх, Шурă Атăл çимĕк умĕн хыçа юлмаллаччĕ — хĕвелтухăç емче. Халĕ те вăл хыçа юлчĕ, тулькĕш хĕвеланăç енче. Аçта каяççĕ вĕсем? Хуларан тухни виççĕмĕш кун. Хыçра Шурă Атăл, умра, мал енче — Йĕнерлĕ Ту. Урал тăвĕсен хапхи. Çывăхрах пек, хăй çаплах çывхармасть-ха. Тата миçе çухрăм? Вуннă тесен — вуннă, хĕрĕх тесен — хĕрĕх…

Малтисем каллех сулахаялла пăрăнчĕç. Вăрманпа шăртланнă Йĕнерлĕ Ту умра мар ĕнтĕ халь, — сылтăм енче. Ма унталла пăрăнчĕç малтисем? Паллах, Ахмер ялне тĕлленĕ. Стерлитамак çарне сулахай эсер Прозоровский ертсе пырать. Мĕнле пулчĕ-ха ку?! Мĕншĕн Стерлитамакăн мĕнпур революциллĕ сĕткенне сулахай эсер ертсе пырать? Уес Совнаркомĕн председателĕ вăл… Малтанхи председатель вăхăтсăр вилнипе çапла пулса тăчĕ, Стерлитамакри революци ĕçĕ эсер аллине лекрĕ. Çак хăрушă вăхăтра Казин юлташ та хулара пулмарĕ вĕт. Прозоровский вырăнне çавă пулинччĕ — вăл хыпарсем пĕлме тата Самарти ревкомпа çыхăнма кайрĕ те каялла таврăнаймарĕ. Е Самарта, е çул çинче тăшман аллине лекрĕ пуль. Рамаш ăна питĕ кĕтсе пурăнчĕ, ун урлă ашшĕ пирки те хыпар пĕлме ĕмĕтленнĕччĕ…

Çакăн пек канăçсăр шухăшсем вĕреççĕ Рамаш пуçĕнче. Халь ăна тăван ашшĕ те паллаймĕ. Пичĕ-куçĕ унăн йăлтах хĕвелпе пиçсе кайнă, çилпе кушăхнă. Каччăн пĕвĕ те кăшт ӳснĕ, кăшт сарăлнă. Елĕк вĕçкĕнрех тумланакан приказчик халь тум пирки шухăшламасть курăнать, пилĕк вĕçлĕ хĕрлĕ çăлтăрлă, симĕс сăмсаллă карттусĕ тусанпа та пылчăкпа вараланнă, симĕс гимнастерки шупкаланнă. Çумри хĕçпăшалĕ хăйĕн тепĕр çын валли те çителĕклĕ: сулахай енче хĕç, сылтăм енче наган, çурăм хыçĕнче карабин…

Рамаш ĕлĕкрех Маркелов отрячĕпе пĕрле уес тăрăх кулак пăлхавĕсене пусарса çӳрерĕ. Каярах Арбузов отрядĕнче пулчĕ. Халь кам ун командирĕ? Хăй те пĕлмест. Никам та пĕлмест. Пăлхав пуçаракан кулаксене персе вĕлернĕшĕн командирсене айăпласа пĕтерчĕ Прозоровский. «Капла ĕçлесе, халăха ытлашши хирĕçтеретпĕр, пăлханма сăлтав паратпăр», — терĕ вăл. Уншăн кулак та — «халăх».

Рамаш пĕрмаях тĕрлĕ отрядсенче пулнăран — лашаллă. Лашаллисем кунта мĕнпурĕ те çĕр çынран ытла мар. Рамаш, уттарса пырса, вĕсенчен кая юлчĕ. Вара, çултан" пăрăнса, Стерлитамак çарне сăнама пикенчĕ.

Лайăх пуçлăх пулсан, чăнахах тăшманшăн хăрушă çар пулма пултарать вăл. Кам кăна çук-ши кунта? Вырăс, чăваш, пушкăрт, тутар, çармăс, мăкшă, нимĕç, эстонец… Пĕр сăмахпа: интернационал. Революци пĕрлештерчĕ вĕсене. Халĕ Прозоровскисем çак вăя сапаласа яма тăрăшаççĕ. Хĕçпăшал та çителĕклĕ вĕт. Анчах командирсăр пăшалĕ те пемест çав.

Рамаш васкамасăр, йĕнерне майлаштарнă пек пулса, çаплах çул хĕрринче мĕшĕлтетсе тăчĕ. Сăнать, чунне вĕчĕрхентерсе шухăшлать. Çук, ырри пулмасть пуль çав пĕр вырăнтан хăпса каяйман çартан.

Кусем камсем тата? Чечен тумланнă, куçлăх кăшăлĕсем ылтăн хăйсен, çӳçĕсем вăрăм. Чĕриклетекен урапасем çинче улпут пек ларса пыраççĕ. Чăнах та улпутсем мар-ши? Çук, меньшевиксемпе сылтăм эсерсен пуçлăхĕсем — заложниксем иккен. Вĕсене тарма ним те мар. Конвой çук. Пурпĕрех эсерсен тыткăнĕнчен тармаççĕ.

Чун тарăхса çитнипе Рамаш йĕнер çине сиксе ларчĕ те айăпсăр лашине нухайккапа кастарса илчĕ. Лаши малалла сиккипе ыткăнчĕ. Эх, çапла сиктернĕ май, хĕç туртса кăларса, тăшман пуçне касасчĕ. Акă, малта пар лаша кӳлнĕ çунатлă тăрантас курăнчĕ. Çук, тăрантас çинче ларса пыракан Прозоровский тăшман мар. Совнарком пуçлăхĕ, Стерлитамак çыннисемшĕн — Совет влаçĕ. Рамаш лаши те, çавна сиснĕ пекех, çунатлă тăрантас патне çите пуçласан, чупма чарăнчĕ.

Ахмер ялĕнче Совнарком ларавĕ пулчĕ.

— Хулана кăлахах хăвартăмăр эпир, чехсем кунта килмеççĕ, — терĕ Прозоровский. — Пирĕн революцие хирĕç те майлă та хутшăнмаççĕ вĕсем. Самарпа Ĕпхӳре чехсем тискерленеççĕ тени — суя сăмах. Ман шутпа, ниçта кайма та кирлĕ мар, хуланах таврăнмалла. Совет влаçĕ ним хăрушлăхсăр хуларан халăха пăрахса кайни — килĕшмен япала. Паникерсене итлесе, ахалех эвакуăци турăмăр…

Командирсем мĕн каланине эсерла шухăшлакан Совнарком членĕсем шута илмерĕç, халех хулана таврăнма решени йышăнчĕç.

Рамаш хулараи юланутпа тухса кайнăччĕ, каялла вăл машинăпа пырса кĕчĕ. Петровскинче япала турттаракан машина тупăнчĕ. Машина çӳретме пĕлекен çын çуккипе Рамаша йрĕксĕрлесех çĕнĕрен шофер турĕç.

Хулана тĕттĕмленеспе çитрĕç. Тиевне каланă çĕрте пушатсан, Рамаш машинине Совнарком çывăхĕнчи пĕр тăвăр тăкăрлăка лартрĕ.

Кăнтăрла питĕ шăрăхчĕ. Халь сывлăш кăшт уçăлчĕ. Рамаш пушмакне хывса пăрахрĕ, пиçиххине салтса, йӳле пилĕкĕн юлчĕ, тĕрлĕ хĕçпăшалне ларкăч айне пытарчĕ. Хăй кабинăна меллĕрех вырнаçрĕ те çав самантрах çывăрса кайрĕ.

Тул çутăлнă. Хула урамĕсем шăпах. Мирлĕ хулара часовойсем те, патрульсем те çук. Прозоровскин йĕркесĕр-леннĕ çарĕ хула тăрăх саланса пĕтнĕ. Отрядсăр юлнă командирсем пĕр хуйхăсăр çывăраççĕ. Рамаш та çаплах.

Ватă карчăк пĕчĕк хапхаран ĕне хăваласа кăларчĕ. Ени, мĕшĕлтетсе, машина патне пырса тăчĕ, кабинăн уçă алăкĕнчен пуçне чиксе мăшлатрĕ. Карчăк, хулă тытса, ĕне патне танккарĕ, анчах урам тăршшĕпе пысăк çуртсем еннелле çаврăнса пăхрĕ те, пĕр самантрах çамрăкланнă пек, килкартине каялла йăпăрт çеç чупса кĕчĕ.

Никам хӳтĕлемен хулана тăшман çитсе кĕнине чи малтан кураканни çав карчăк пулчĕ…

Совнарком çурчĕ умне нырса тухнă юланутсем Рамаш машинине асăрхарĕç. Виççĕш-тăваттăшĕ çавăнтах ун патнелле вĕçтерчĕç.

Рамаша ĕне мăшлатса кавлени вăратрĕ. Шофер, карăнкаласа, ĕнепе калаçма пуçланăччĕ кăна, çав вăхăтра такам сасартăк кабина тăррине нухайккапа çатлаттарчĕ. Рамаш çара уран, йӳле пилĕкĕн кабинăран сиксе тухрĕ. Шофер пуçне тĕлленĕ нухайкка ĕне çурăмне пырса лекрĕ. Ĕне салтаксенчен çав териех хăраса ӳкмерĕ, шартах сикрĕ те пĕрре-иккĕ çеç ярса пусрĕ.

«Чехсем!» — тавçăрса илчĕ Рамаш.

Салтаксенчен пĕри, Рамаш пуçнĕ касас пек, тем кăшкăрса, хĕç вылятать. Рамаш ăнланчĕ: машинăна хускатса яма хушать. Харсăр йĕкĕт аптрасах каймарĕ, хăйне хăй хăвăрт алла илчĕ, вара пушкăртла тем калаçса, машина пуçĕ тавра чупкаларĕ, мотор уççипе майлаштарса çавăркаларĕ. Юланутлă чехпа Рамаш хушшинче ĕне никамран хăрамасăр кавлесе тăрать. Юнашарах — хапха калинкки хупăнса та çитмен. Рамаш, ĕне хыçне пĕшкĕнсе, мулкач пек тапса сикрĕ те, калинккерен вăркăнса кĕрсе, ăна çурăмпа тĕкĕлерĕ. Çав самантрах тимĕр питĕркĕч шаклатрĕ. Куна урамра мĕн пулнине шăтăк витĕр сăнаса тăракан харсăр пушкăрт ачи тунă иккен. Рамаш пушкăртла мăкăртатнине илтнĕ вăл. Халь Рамаша çанăран сĕтĕрет, пытанма хушать. Çак вăхăтра урам вĕçĕнчен çине-çине пăшал пени илтĕнчĕ, таçта пулемет шатăртата пуçларĕ. Машина тавра тапăртатакан юланутсем каялла вĕçтерчĕç. Рамаш пушкăрт ачине сирсе урама чупса тухрĕ.

— Кĕтмерĕн, кĕтмерĕн чехсене, йытă! — сасăпа ятласа илчĕ вăл Прозоровские.

Унтан, шăлне шатăртаттарса, ларкăч айĕнчен карабинне туртса кăларчĕ, çĕр çине тăсăлса выртса, пеме пуçларĕ. Ун çумне тата тепĕр хĕрлĕ гвардеец чупса пырса выртрĕ.

Сасартăк Рамаш питне, темскер çапăнса, вут тивнĕ пек ыраттарчĕ, янахĕ вĕçнелле юн йăрăлтатса юхса анчĕ. Рамаш питçăмартине хыпашласа пăхрĕ:

— Пульăпа та мар, турпаспа переççĕ, эсреметсем! — терĕ вара вăл, сурса.

Тăшман пули, хапхана тивсе, турат куçне сирпĕтсе янă иккен. Ун пĕр татăкĕ Рамаш питне пырса тăрăннă.

— Маттур, йĕкĕт, юнлă çăварпа та шӳт тума пăрахмастăн, — терĕ Рамаш çумĕнче выртакан хĕрлĕ гвардеец.

Ку унăн юлашки сăмахĕ пулчĕ: тăшманăн тепĕр пули ăна тӳрех пуçран пырса лекрĕ.

Рамашăн çуклă-пурлă патронĕсем пĕтсе çитрĕç. Чехсем вара çывăхах килсе тухрĕç. Рамаш юлашки хут вĕсен еннелле печĕ те пушанса юлнă карабинне ывăтса ячĕ, хăй, упаленсе, паçăрхи хапхаран кĕрсе кайрĕ. Пушкăрт ачи каллех хапхана шатлаттарса питĕрчĕ.

«Эх. Прозоровский, Прозоровский! Мĕн тери çынсене кăлăхах пĕтертĕн. Енерех сан пуçна хĕçпе касмаллаччĕ иккег», — шăлне шатăртаттарчĕ Рамаш.

… Персе вĕлерчĕç ăна, Прозоровские, анчах хĕрлисем мар, шуррисемех.

Нумай çын пуç хучĕ çавăн чух Стерлитамак хулинче. Сапăçма пултаракан отрядсемех, сыхăлăх туйăмне çухатса хула тăрăх сапаланса пĕтнине пула, чехсем хулана пырса кĕрсен, вĕсемпе Рамаш пек сасартăк ыйхăран вăраннă коммунистсемпе рабочисем çеç тĕллĕн-тĕллĕн çапăçкаланă. Сахал çын Ашкадар юханшывĕ урлă каçса хăтăлнă Хуларан тухса ĕлкĕрнĕ çынсем хăшĕ пĕртен-пĕр кĕпер еннелле чупнă, хăшĕ шыв урлă ишсе каçма пикеннĕ. Тăшман пулисенчен сахалăшĕ кăна хăтăлнă.

Рамаша вилĕмрен хулара пурăнакан пушкăрт çемйи хăтарчĕ. Кил хуçи, сăран заводĕнче ĕçлекен рабочи, ăна тӳрех палласа илчĕ. Кайран вара пытанса пурăнакан çамрăк коммуниста вăл хула хыпарĕсене тăтăшах пĕлтерсе тăчĕ, хурлăхлă ĕçсемшĕн Рамашпа иĕрле хурланчĕ. Рамаш пушкăрт ачи пулса уйăха яхăн пурăнчĕ ун çемйинче. Çамрăк каччă самаях шăтса тухнă уссине хырма пуçланăччĕ ĕнтĕ, халь вара юриех хырмарĕ. Тути усси айне пулсан, Рамаш сăнĕ палламалла мар улшăнчĕ.

Çапах хулара ăна сасăран паллакансем тупăнĕç. Ырă çынсем патĕнче ĕмĕр пытанса пурăнаймăн, ăçталла та пулин тухса каясах пулать. Хĕвелтухăçнелле кайма çул татăлчĕ, унта, кĕпер патĕнче те, çыран тăрăх та — яланах патрульсем çӳреççĕ.

«Хĕвеланăçнелле танккас», — терĕ вара пĕччен юлнă çамрăк коммунист.

Чăнах та, Стерлибаш ялне çитесси çеç, лерелле вара чехсем пулас çук. Кам та пулин ăнсăртран палласа илесрен те хăрамалла мар. Çапах та хуçасем Рамаша кăпăр-капăр кăларса ярасшăнах пулмарĕç. Ана тĕрлĕ майпа пулăшма тăрăшрĕç.

Пĕркун урама ĕне хăваласа кăларма ĕлкĕрнĕ ватă кинемей чăваш ачине хăйĕн мăнукĕ вырăннех хура пуçларĕ. Рамаш пушкăрт маррине вăл ниепле те ĕненесшен мар. Харсăр пушкăрт ачи Афзал Рамаша пичче тесе чĕнекен пулчĕ.

Хуçасем пулăшнипе Рамаш инçе çула хатĕрлене пуçларĕ. Кĕççе шлепке тупрĕ, жилетка тăхăнчĕ, — тутар усламçисем çулла пиншаксăрах жилетка тăхăнса çӳреме юратаççĕ. Урана мĕн тăхăнсан та пырать, çăпата çеç сырмалла мар. Пĕр-пĕр кĕлесĕр пушмак е кунчасăр атă пуçĕ кирлĕ. Тата арча тупас пулать, усламçăсем йăтса çӳрекен пĕчĕк арча.

Кунчине касса атăран пушмак турĕ Рамаш. Хуçа ăна çĕмĕрĕлсех пĕтеймен кивĕ арча тупса пачĕ. Арчана юсанă май пулас усламçă ун тĕпне икĕ хут хăма сарчĕ, хăмасем хушшине парти билетне тата Оля çырăвĕсене хĕстерсе хучĕ. Хăйĕн хĕçпăшалĕ тăшман аллине лекнĕшĕн Рамаш питех пăшăрханмарĕ. Пĕччен пурпĕрех ним те тăваймĕччĕ вăл. Юлташсене тупсан, пăшалĕ те пулĕ.

Халь ĕнтĕ арчана тултарма вак-тĕвек тавар кирлĕ. Кăна тупма хĕнтерех. Пушкăрт килĕнчи япаласене пуха пуçларĕç: çип-йĕп, булавка, тĕрлĕ кашăк-кĕшĕк. Тата темиçе аршăн тĕрлĕ тĕслĕ лента тупăнсан, урăх ним те кирлĕ мар. Ана лавккана кайса сутăн илмелле. Укçа кирлĕ. Укçине те таçтан тупрĕ хуçа, Афзала лавккана темиçе хут чуптарчĕ. Лента çеç мар, тата чĕнтĕр, шпулька çиппи, çĕрĕ тавраш илтерчĕ. Вăл хăй те çамрăк чух усламçă пулса курнă иккен.

Çапла, çын пулăшнипе Рамаш, çĕнĕрен чĕрĕлсе тенĕ пек, вăхăтлăха усламçă тутар пулса тăчĕ. Тĕрлĕ чĕлхе пĕлни кĕрешӳре пĕрре мар пулăшнăччĕ-ха ăна, халĕ, тен, тепĕр вилĕмрен те çăлĕ, çĕнĕ юлташсем тупма та пулăшĕ.

Ытларикун Стерлибашра пасар. Пирĕн «усламçă» çула тухрĕ. Çурăмĕ хыçне вăл арча çакса янă, аллинче — туя. Рамаш шăллĕпе, Тараспа, пĕр çулхи Афзал ăна хуларан тухичченех ăсатса ячĕ. Хула хĕрринче вĕсене икĕ салтак тĕл пулчĕç. Макăрса пыракан ачапа унăн «усламçă пиччĕшĕ» çине вĕсем çаврăнса та пăхмарĕç.

Анархистпа монархист тата сулахай эсер

Хуларан хăрушă хыпарсем киле пуçларĕç: Самарта Совет влаçне пĕтернĕ, патша каллех вырăнне ларать имĕш. Çакăн пек хыпар сараканни Лешеккинче — Фальшин, Чулçырмара — Хаяр Макарпа Смоляков пулчĕç. Пуçĕсене каллех çĕклеççĕ çав çĕленсем. Виçĕ Якур пушшех анархистланса кайнă. Ана чаракан, ас кĕртекен çук. Салтакран таврăннă çынсем асăрхаттаркаларĕç — итлемест. «Эпĕ — власть, мана халăх суйларĕ», — тет. Юлашки вăхăтра чăвашпа вырăс пĕр ушкăнран пулни палăрми пулчĕ. Виçĕ Якур Чулçырмара хăй тĕллĕн уйрăм пухусем пухать, хăйне хăй ял Совечĕн председателĕ вырăнне хуракан пулчĕ.

Тĕнчери лару-тăрусем мĕнле пулсан та, Тук шывĕ урлă кĕпер хывмаллах. Вăл ĕç кăçал ăнăçлă иртмелле пек: ялта арçын нумай, вĕсене пĕрлештерсе килĕшӳллĕ ĕçлеттерме ял Совечĕ пур.

Кĕперне, тен, пĕр хирĕçмесĕрех туса пĕтеретчĕç, анчах каç еннелле унта Фальшин пырса çитрĕ. Вăл ĕлĕкхи пекех çутă атă, сатин кĕпе тăхăннă, мăйран йĕс тăха — староста палли — çакнă, аллинче тимĕр туя. Ана курсан, Виçĕ Якур урсах кайрĕ, темтепĕр каласа хăртма пуçларĕ. Фальшинĕ вара тӳсеймерĕ — туйине çĕклерĕ. Виçĕ Якур вырăса хăлхаран тыттарса чикелентерчĕ. Çавăнтах çынсем пырса хутшăнчĕç — ĕлĕкхи пек çапăçма мар, çапăçаканнисене чарма. Вырăссем — Фальшина, чăвашсем — Виçĕ Якура алăран тытса тăраççĕ.

— Эп сана, патша йыттине, хупса лартатăп… персе вĕлеретĕп, — сурчăк сирпĕтсе кăшкăрать Виçĕ Якур. Фальшин çĕлен пек чашлатать:

— Пĕтрĕ сирĕн йытă влаçĕ. Самарта власть комуч аллине куçнă. Сан пек урнă йытăсене персе вĕлернĕ унта, Чехсем престола Михаля патшана лартаççĕ. Эпĕ халь кунта — патша влаçĕ. Сана, Егоров, ыранах Çĕпĕре ăсататăп…

Вырăссем те, чăвашсем те патша старости мĕн калаçнине тĕлĕнсе итлесе тăраççĕ. Те чăн, те суя ĕнтĕ ун сăмахĕсем. Куç умĕнчех çĕнĕ влаçпа кивĕ власть йытă пек харкашаççĕ, пĕрне-пĕри кăшласа тăкма хатĕр.

Тук леш енче пĕр улăп пек пысăк та тĕреклĕ çын кунта мĕн пулнине сăнаса тăрать… Ку вăл — Ĕлĕм-Чĕлĕмĕн аслă ывăлĕ Пали. Тăчĕ-тăчĕ те çак улăп чĕнмесĕр, туса пĕтермен Хĕперĕн юписемпе каштисем тăрăх циркач пек çăмăллăн сиксе, ку енне чупса каçрĕ. Пали кĕпер тума çара уран килнĕ. Ура лапписем хăйĕн кĕреçе пек.

Фальшин хăраса ӳкрĕ.

— Вырăссем! Мĕн пăхса тăратăр? Сирĕн старостăра вĕлереççĕ вĕт чăвашсем. Кăраву-у-ул! — çухăрса ячĕ хăй çавăнтах.

Пали малтанах Виçĕ Якур патне çывхарчĕ:

— Эсĕ, Якур Якурчă, власть пулас тесен, капла ан пуçтахлан. Халăх сăмахне ытларах итле, — ӳкĕтлерĕ вăл ăна, унтан вырăс енне çаврăнчĕ: — Ан çухăр, эсремет. Сана вĕлерсе, çылăха кĕмĕпĕр. Самарта мĕнле влăсть тетĕн-ха? Кам вучĕ тетĕн? Камăн вутне эпĕр хамăрах пĕлетпĕр. Сана хăвна тахçанах Çĕпĕре ăсатмалла. Çăпата Михалине эсех çапса вĕлернĕ теççĕ, шуйттан…

Фальшина тытса тăракан вырăссем сирĕлчĕç. Пали старостăн йĕс тăхине туртса татрĕ те шыва ывăтрĕ, унтан кивĕ влаçăн тимĕр туйине те çавăнталлах вăркăнтарчĕ.

— Туяпа та, йĕс тăхупа та халь пире хăратаймăн. Ху вилĕмрен хăратăн пулсан, кĕпер патне ан çывхар. Пыр, чуп часрах. Самарта мĕнле власть пулсан та, кунта пирĕн Совет влаçĕ, çавна ан ман.

Çапла каланă хыççăн Пали вырăса ял еннелле çавăрса тăратрĕ те çăмăллăн çеç тĕртсе ячĕ, унтан кĕреçе урипе кутран тапрĕ. Лешĕ, хытă тапман пулин те, чикеленсе кайрĕ. Ура çине тăрсан, çаврăнса та пăхмарĕ, малалла вĕçтерчĕ. Пĕр çĕр хăлаç чупрĕ те чарăнса тăчĕ, çынсене чышкипе юнаса темскер кăшкăрчĕ.

Кĕпер тăвакан чăвашсем ахăлтатса кулма тытăнчĕç. Вырăссем те кулмасăр тӳсеймерĕç. Пали умне таçтан Филька килсе тухрĕ.

— Хисеплĕ Павел Ермилович, сана Илья Чугунов ячĕпе тата Филимон Лапшин ячĕпе тавтапуç, — тесе, ăна алă пачĕ.

Пали, тĕлĕнсе, малтанах ним тума аптрарĕ, унтан тавçăрса илчĕ, вырăс ачи аллине тытса чăмăртарĕ. Лешĕ йытă çури пек çухăрса ячĕ, сылтăм аллине аран туртса илсе, татса пăрахас пек силлеме тытăнчĕ. Халăх каллех кула пуçларĕ. Пĕрле ĕçлекен çынсем харăс кулма тытăнсан, ĕç ăнать вара…

Фалынин йĕс тăхине арча тĕпĕнчен ахальтен мар туртса кăларнă. Суя хыпарсем хыççăн Чулçырмана тĕрĕс хыпарсем те çитрĕç. Самарти влаçа чăнах комуч тесе калаççĕ иккен. Учредительный съезд пухăвĕн членĕсен комитетне кĕскетсе çапла ят панă пулать. Еçхалăхĕ вăл ята йышăнмарĕ, шуррисен влаçне учредиловка тесе ят паче.

Куçминккара та власть улшăннă. Сутăнчăк Белянкин ĕлĕк сулахай эсер ячĕпе Совет влаçĕ çумне çыпăçнăччĕ, халĕ вăл, «сылтăм» енне куçса, çĕнĕ влаçа юрама пĕлнĕ. Тĕрĕссипе вара вăл ĕлĕк те Совет влаçне шалтан сиенлеме тăрăшнă. Çавăнпа ăна халĕ старшина туса хунă.

Совет влаçĕ пĕтĕм таврара та пĕр Чулçырмара çеç юлнă. Ана Виçĕ Якур никамран хăрамасăр тытса тăрать. Совет членĕсем те харсăр çынсем. Пĕр Селĕп Кириле çеç, хăравçăрахскер, ниçта та тухмасть. Шатра Миккапа Кĕркури хăрасах каймаççĕ-ха.

Кунта тата пĕр мерекке пулса иртрĕ. Хаяр Макарпа Смоляков пуху пухрĕç. Чулçырмара староста суйласшăн вĕсем, земствăна та чăвашран пĕр çын суйласа ямалла теççĕ. Анчах пухăва фронтран таврăннă çынсем ытларах пухăнчĕç те Хаяр Макарсене ытлашши калаçтармарĕç.

— Камвучне йышăнмастпăр. Пирĕн хамăрăн власть пур, Совет влаçĕ. Урăххи кирлĕ мар, — терĕç вĕсем.

Хаяр Макар вара ытлашши шăрчăкланма хăрарĕ. Смоляковĕ те шӳт тунă пек калаçа пуçларĕ:

— Мĕн пулать ара капла, шухăшласа пăхар-ха. Иĕри-тавра çĕнĕ власть, комуч влаçĕ. Эпнр ăна йышăнмастпăр… Пирĕн ял уйрăм патшалăх пулать-и вара?

— Пулать! — кăшкăрчĕ сасартăк Самана Тимĕркки — Чулçырма республика пулать. Пирĕн хамăрăн совнарком пур, Егор Егорчă Егоров — совнарком пуçлăхĕ. Замана! Сывă пултăр Чулçырма республики!

Халăх кула-кулах пухуран саланчĕ. Виçĕ Якур пая ним хирĕçмесĕр-кăшкăрмасăрах халăх мĕн калаçнине итлесе ларчĕ. Тимĕрккен ӳсĕр пуçпа каланă сăмахĕ пит килĕшрĕ ăна.

Чулçырма «республикин» ирĕк пурнăçĕ вăрăма пымарĕ. Кĕçех яла Белянкин килсе çитрĕ. Пĕччен мар вăл, унпа нĕрле Киселев улпутăн управляющийĕ тата пĕр офицерпа виçĕ салтак килнĕ.

Чулçырмана мĕн ĕçпе килсен те, Белянкин яланах пĕр хапхаран, Мăрзабай хапхинчен, пырса кĕрет.

— Савăнăçлă хыпар пур сан валли, Павел Алексеич, — терĕ вăл кĕнĕ-кĕменех. — Ывăлу, Назар Павлович, хулара. Карательный отряд командирĕ. Хитре офицер. Пĕтĕм уесĕпе йĕрке туса çӳрет. Кĕçех кунта та килсе çитĕ.

Çакна илтсен, савăнчĕ те, хурланчĕ те Мăрзабай, анчах хăй туйăмне çынна палăртмарĕ: «Хыпаршăн тавтапуç, Фадей Панфилович», — терĕ.

Кăмăшка ĕçсе кăшт калаçкаласа ларнă май Белянкин хăйсем кунта мĕн çăмăлпа килнине каларĕ, Мăрзабайран кĕркунне помещик именине кам-кам çаратни çинчен ыйтрĕ,

— Пурне те пĕлсех каймастăп. Пуян пуяна çаратнă терĕç ун чух, — терĕ хуçа шӳтленĕ пекрех.

— Пуянсем пирки калаçмăпăр. Вĕсем помещике мĕн чул сиен тунине хăйсемех, хăйсен ирĕкĕпе тӳлĕç. Пуян маррисем пулнă унта.

— Фадей Панфилч, чипертерех калаç-ха эсĕ. Эпĕ суд умне тăнă çын мар вĕт, эсĕ ху та прокурор мар. Пĕлесех тетĕи пулсан, кунта пирĕн Совет влаçĕн пуçлăхĕ пур. Çавна тĕпче. Хĕлле çав влаçа тума эс ху килменччĕ-и-ха?

Мăрзабай çапла тĕртсе хуни эсер кăмăлне каймарĕ пулас. Кăштах чĕнмесĕр ларнă хыççăн Белянкин авалхи тусĕн куçĕнчен тӳррĕн пăхрĕ те:

— Ку сăмаха эс сивлесе каларăн-и? — терĕ. — Эх, Павел Алексеич, хăвах пĕлмелле: эпĕ вĕт çĕр ĕçлекенсен интересĕшĕн вĕтеленетĕп. Ун чух хресчен большевиксем хыççăн кайрĕ, эпир те вара вăхăтлăха Совет влаçĕпе килĕшрĕмĕр. Халĕ самана улшăнчĕ. Тĕреклĕрех мужик тырă пирки большевиксене тӳртĕн çаврăнса тăчĕ. Паллах, пире çав кăна кирлĕччĕ. Большевиксем тата тепĕр енчен те хăйсемех пулăшрĕç пире — парти ятне улăштарчĕç. Халь коммуна, коммуннст сăмахпа хресчене мар, такама та хăратма пулать.

Калаçу ку йĕрпе кайни халь ĕнтĕ хуçана килĕшмерĕ. Белянкинăн юлашки сăмахĕсене илтмен пек:

— Сире сивлеме ăс çитереймĕп эп, Фадей Панфилч, — терĕ вăл. — Сивлес тесе мар, пирĕн енчи пĕр мыскара пирки каласа култарасшăнччĕ çеç эп сана. Кунта пирĕн уйрăм республика вĕт. Совета суйланă Виçĕ Якур ятлă çынна астăватăн пуль? Çавă ĕнтĕ Чулçырма республикин премьерĕ.

— Ăстăватăп, — терĕ Белянкин, кулам пекки туса. Хăй çав вăхăтрах шухăшларĕ: «Халĕ те аяккалла пăрăнса юласшăн-и эс? Юрĕ-ха, ывăлу килсен, пăркаланма памĕ вăл сана». Çапах чее чăваш кăмăлне тепĕр май тĕрĕслесе пăхас терĕ хăй: — Итле-ха, Павел Алексеич. Эс мана Совет влаçне тĕпчеме. хушрăн. Халех сирĕн виçĕ хут Егорăра çакăнта чĕнтерсе тĕпчесе пăхас мар-и?

— Ман çурта власть çурчĕпе ан арпаштарах, Фадей Панфилч. Кунта хăна пул, лере кайса власть пул, — терĕ те Мăрзабай тепрер черкке тултарчĕ.

— Çитет, Павел Алексейч, чăнах та ĕç тума вăхăт çитнĕ, — терĕ те Белянкин, сĕтел хушшинчен тухрĕ. Вăл кăшт кăмăлсăрланнине хуçа «сисмерĕ».

Белянкин, комуч кăларнă закона кура, помещик правине шăппăн кăна хӳтĕлеме килнĕччĕ. Анчах анархистпа çыхлансан, ĕçне те шăппăн тăваймăн, ыррине те кураймăн.

Виçĕ Якур Белянкина курсанах шăртланчĕ. Леш лăпкă сасăпа тĕпчеме тытăнчĕ. Якур кăшкăрма пуçларĕ:

— Эс, контра, мĕн шăл йĕрсе ларатăн! Кам çаратни мĕне кирлĕ сана? Улпут пурлăхне, пĕтĕмпех пухса, Куçминккана ăсатрăмăр. Икĕ лашине ĕçтăвком хушнипе лашасăр çынсене патăмйр, виççĕмĕшне батрак илсе килнĕ, Мăрзабай тарçи. Совет влаçĕ батракран туртса илме пултараймасть…

— Итле-ха, Егоров, ăнлан хăвăн пăтранчăк пуçупа, — терĕ Белянкин, сассине улăштармасăрах. — Совет влаçĕ пĕтрĕ, урăх нихçан та пулас çук вăл. Эсĕ халь никам та мар. Санпа комуч влаçĕ калаçать, эсĕ те чипер калаç, ан кăшкăр.

Улпут управляющине илсе çӳрекен кучер хайхи леш тутар хуралçă пулчĕ. Вăл хуçи патне темскер калама кĕчĕ те Виçĕ Якура тӳрех палларĕ.

— Пăлхавçăсен атаманĕ вăл, господин начальник. Çавă кĕлет алăкĕсене тапса çĕмĕрекенни.

Виçĕ Якур калаçакан енне варт çаврăнса пăхрĕ, хăй те Киселев хуралçине палларĕ.

— Сана хăвна пуçхĕрлĕ çакас пулать. Эс ху улпут лашисене илме хушнă. Киселев пурлăхне пиртен ытларах çаратрăн пуль-ха! — кăшкăрчĕ харсăр чăваш.

— Суятăн, знакум, суятăн, большевик. Эпĕ сире лаша паман, вăйпа илсе кайрăр, мана çыхса хăвартăр, — терĕ чее тутар.

Виçĕ Якур нимрен ытла «суятăн» тенине тӳсеймест. Тутар «суятăн» тесе хăй суйма пуçласанах, Якур «знакума» тӳрех янахран хаплаттарчĕ. Салтаксем Якур патне ыткăнчĕç. Ку вĕсене те сирпĕтрĕ… Тăваттăн-пиллĕкĕн пĕр çынна каярахпа пурпĕрех лăплантарчĕç, Виçĕ Якур вара Белянкин еннелле сурчĕ те шăлне шатăртаттарса:

— Асту, сутăнчăк йытă! Эп сана пурпĕрех пăвса вĕлеретĕп. Эп вĕлермесен, ман юлташсем вĕлерĕç, — терĕ.

Хăравçă Белянкин шурса кайрĕ, унтан хăй те ылмаш сасăпа Виçĕ Якур пекех кăшкăрчĕ:

— Коммунист вăл… Большевик! Çакăнтах персе вĕлерес ăна.

Белянкин хуçа мар çав. Çар çыннисен хуçи — помещикăн управляющийĕ. Белянкина мар, çавна пăхăнаççĕ вĕсем. Вăл урăхла каларĕ офицера: «Персе ĕлкĕрĕпĕр. Кунта юрамасть. Пирĕн халь тепĕр яла васкамалла. Халлĕхе ăна хупса хăварас. Ыран, Куçминккана таврăннă чух, хамăрпа пĕрле илсе кайăпăр», — терĕ.

Белянкинсем улпут ĕçĕпе кӳршĕ яла кайрĕç. Икĕ салтака, хăйсем таврăниччен тесе, Виçĕ Якура хураллама хăварчĕç.

Салтаксем Виçĕ Якура Тук шывĕн чăнкă çыранĕ хĕрринчи уйрăм ларакан кĕлете хупнине Хветюк лайăх курчĕ.

«Çăлас мар-и ăна?» — ачалла харсăрланса шухăшларĕ вăл.

Вара чăннипех те ăна çăлма шут тытрĕ. Хветюк пĕлет: Хвекле кинемейĕн кĕлет урайĕ çĕрĕк. Унта шăтăксем те пур. Çыран енчен кĕлет айне кĕрсе выртсан, алă пăчкипе пĕр-пĕр шăтăкне çăмăллăнах пысăклатма пулать. Ку план ăна килĕшмерĕ: часовойĕ пăчкă сассиле илтме пултарать. Кăшт шухăшласа ларнă хыççăн Хветюк пуçне тепĕр шухăш пырса кĕчĕ. Кĕлет урайне шал енчен алăпа пĕчĕккĕн тăпăлтарма пулать. Алă кĕмелĕх шăтăк пур унта, ăна аслатма ним те мар, çĕрĕк урай хăмисем тĕпренсе кăна тăраççĕ.

«Мĕнле систерес-ши Якур пиччене? Епле? — шухăша кайрĕ Хветюк. — Сăмахпах асăрхаттарас. Салтакĕ — чех. Вăл чăвашла мар, вырăсла та путлĕ пĕлмест. Çапах та асăрханас пулать. Хаяр Макар таврашĕсем илтсен, хама та хупса лартĕç».

Каç пулсан, Хветюк, витре йăтса, Тук хĕррине шыв ăсма анчĕ. Аннă май мăрăлтатса юрлам пекки турĕ. Салтак ачана чарма мар, хăй те Хветюк пек мăрăлтата пуçларĕ. Хветюк вара уçă сасăпах янраттарса ячĕ:

Якур пичче, итлесем, тăнласам!

Якур пичче, итлесем, тăнласам!

Урай хăми çĕрĕк-çарăк.

Урай хăми шăтăк-путăк.

Санăн аллу тимĕр алă, тимĕр алă,

Пĕр шăтăкне аслăлат, аслăлат.

Хуралçăран асăрхан, асăрхан.

Асăрхансан, илтес çук, илтес çук.

Илтрĕн пулсан, паллă ту, паллă ту!..

Çапла юрласа, витре йăтса хăпарчĕ Хветюк. Часовойăн ĕçес килсе кайнă. Вăл, ачана чарса, витрине лартма хушрĕ, унтан пĕшкĕнсе ĕçе пуçларĕ. Çав вăхăтра кĕлĕтри çын алăка шанлаттарчĕ, вырăсла тем кăшкăрчĕ, çавăнтах чăвашла та пĕр сăмах хушса хучĕ. «Илтрĕ-ĕм!» — тенине уйăрса илчĕ Хветюк.

— Не крисяйт, не шумейт, — çухăрчĕ часовой, алăк патне çывхарса.

Леш урăх «крисяйт» тумарĕ. Хветюк часовоя, тата ĕçетĕн-и тенĕ пек, витре çине кăтартрĕ. Часовой пуçне пăркаларĕ те алă сулчĕ.

Çĕрĕк урайлă кĕлет çĕрле пушанса юлнăшăн хуралçăсем пăшăрханмарĕç. Кĕлет çăрине никам та уçман, çĕмĕрмен. Кам айăплă? Паллах, офицер. Анчах ăна кам айăплатăр? Чехсемшĕн пĕр хресчен тарни ним те мар. Управляющий хăйĕн айăпне сиссе шарламарĕ. Белянкин çеç, Виçĕ Якур сăмахне аса илсе, хăраса ӳкрĕ.

Çак ĕçсем пулнă хыççăн эрне иртсен, Белянкин сасартăк çухалчĕ. Куçминккаран Якальне юланутпа тухса кайнă вăл. Хăй вара Якальне те çитмен-мĕн, каялла та таврăнман.

Вăрманти вăрттăн ĕçсем

Белянкин икĕ питлĕ пулнине вулăсри коммунистсем çийĕнчех сисеймен. Лешĕ, коммунистсемпе активлăрах Совет членĕсене сутса, хăйĕн пуçне çăлнă, шурă чехсемпе комуч влаçĕшĕн шанчăклă çын пулса тăнă. Якалĕнчи чылай парти ячейкине тĕпĕ-тымарĕпех пĕтерни — çавăн ĕçĕ.

Якалĕнчи пĕр Яшкин хушаматлă чăваш, хĕрĕхсенчен иртнĕ çын, Кăяш Тимккипе ĕлĕкех туслă пулнă. Çавăнпа та вăл вунçиччĕмĕш çулхи лару-тăрăва малтанах тĕрĕс анланса илнĕ. Çавăн пекрех çын вырăсра та тупăннă — Серафим Дятлов. Якальсемшĕн революци тени Яшкинпа Серафим Дятлов пулса тăнă. Пĕрне хушаматпа çеç, теприне ятпа та каланинчен тĕлĕнмелли çук. Яшкин таврашĕ-сем Якалĕнче урăх пулман, Дятловсем — тем чухлех.

Тĕлĕнмелле йĕкĕреш пулнă çав вырăспа чăваш: янташсем, тантăшсем, иккĕшĕ те лутра та кĕрнеклĕ, иккĕшĕ те сарă çӳçлĕ, кăвак куçлă. Янах шăммисем те вĕсен пĕр пекрех курăннă. Пĕр сăмахпа каласан, пĕртăван йĕкĕрешсем тейĕн. Вăрçăран таврăннă салтаксене пĕтĕçтерес енчен вĕсем чулçырмасенчен те ирттернĕ. Кунта тĕвĕленнĕ парти ячейки вулăсра кăна мар, уесра та чи пысăкки пулнă. Мĕнпурĕ çиччĕн пулнă вĕсем, Якаль большевикĕсем: пилĕк вырăс, икĕ чăваш. Коммунистсем кунта Совет влаçне пулăшас тĕлĕшпе вăйлă ĕçленĕ, çавăнпа ялти кулаксене те хытăрах кӳрентернĕ. Чехсем çĕнтернĕ вăхăта пиллĕкĕн юлнăччĕ весем — ватăраххисем, вăрçа кайманнисем.

Иĕкĕреш тусăн шухăшсем пĕр йĕрпе пынă, анчах кăмăлĕсем кăшг юпленсе кайнă. Яшкин Белянкина юратман, шанман ăна, Дятлов — хисепленĕ, ĕненнĕ. Çавăн пирки пĕтнĕ те пилĕк коммунист. Чехсем хулана йышăннине илтсен, Якалĕнчи коммунистсем пурте вăрмана, Серафим Дятловăн хурăнташĕ пулнă лесник пӳртне пурăнма куçнă. Серафимĕ Белянкинпа калаçнă чух çав лесник пӳрчĕ пирки асăннă, лешĕ, манăн та пытанмалла пулать тесе, çакăн çинчен Дятловран юриех шахвăртса ыйтнă.

Пĕррехинче ирхине ирех Лесник пӳртне чехсен отрячĕ çавăрса илнĕ. Пӳрте офицерпа пĕрле Белянкин кĕнĕ. Çавăн чух Серафим Дятлов тарăхнипе çӳçне тăпăлтарсах кăшкăрашнă. Белянкин ăна: «Лăплан, Серафим Демьянович, саншăн хăрушлăх çук, эпĕ туссене инкекре хăвармас-тăп. Юлташусене хулана ăсататпăр, сана вара эсер тесе вилĕмрен çăлтăм», — тенĕ. Пӳртре йĕкĕреш тус çеç çывăрнă, ыттисем йывăç кĕлетре пулнă. Яшкин Серафим кăшкăрса ярсан тин вăраннă, тĕлĕнсе, урлă-пирлĕ пăхкала пуçланă. Дятлов, кăшт лăпланса: «Апла иккен, Фадей Панфилович, мана эсер тунăшăн тавтапуç», — тенĕ те Белянкина ăшран тапса антăхтарнă. Çав вăхăтра Яшкин сиксе тăнă, офицерне çапса ӳкерсе, пуканпа чăтлăх енчи чӳречене çапса çĕмĕрнĕ. Анчах чӳречерен те, алăкран та штыксем курăнса кайнă…

Пплĕк коммуниста, вĕсемпе пĕрле Серафимăн хурăнташне те, çавăнтах персе вĕлернĕ.

Çапла пулса иртнĕ Якалĕнчи трагеди.

Вăрттăн ревком валли Ятрус Хрулкки Самлейпе Весукка хушшинчи вăрманта питĕ меллĕ, ăнăçлă вырăн тупса пăчĕ. Кунталла çын çӳресех каймасть: самлейсемшĕн те, весуккасемшĕн те «ют вăрман». Вырăнĕ тепĕр енчен ăнăçлă: вăрмантан тухмасăрах учитель пӳрчĕ патне çитме пулать. Чăтлăхсем, варсем урлă кайсан, тӳрĕ çулпа инçех те мар — пилĕк çухрăмран ытла пулмĕ.

Малтанах виççĕнччĕ вĕсем, ревкомсем: Мишша-салтакпа Мăрзабай Çимунĕ тата Илюша Чугунов. Федотов хуларан килсе çитсен, тăваттăн пулчĕç. Ятрус учителе те шут-ласан — пиллĕкĕн.

Пиллĕкĕн те… çапăçăва юрăхлисем халлĕхе иккĕн çеç-ха — Осокинпа Федотов. Илюша Авандеевпа çыхăну тытма хула çывăхĕнчи аслă Сухоречкăна каймалла. Унта унăн çывăх тăванĕсем пур, лешсен тăванĕсем хулара пур…

Мăрзабай Çимунĕ халĕ ревкомшăн чăрмав çеç: чирлĕ çынпа айкашмалла. Анчах ун ячĕ кăна тем хака тăрать. Старшина пулнă Мăрзабайăн çывăх тăванĕ, ывăлĕ вырăнне пăхса ӳстернĕскер, хăйĕн ячĕпе кăна нумай çынна ревкомсене май çавăрма пултарать. Мăрзабай Çимунĕ Совет влаçĕшĕн кĕрешнине пĕлсен, иккĕленекеннисем те иккĕленме пăрахĕç.

Ватă учитель, пĕрре пăхсан, паттăр ĕçсем тума пачах юрăхсăр тейĕн. Çав вăхăтрах ревкомшăн унран хаклă çын та çук. Ана эсерсем шанаççĕ, унран пытанмаççĕ. Таврари халăх та юратать ăна. Ун патне таçтан-таçтан чирлĕ çынсем çуран та, лашапа та килеççĕ. Нумайăшне вилĕмрен çăлнă вăл — пуянпа чухăнне, вырăспа чăвашне пăхмасăр. Унăн Весуккари пӳрчĕ вăрман хĕрринче ларать — пырса кĕме питĕ майлă. Çăвĕпе Ятрус вăрман сукмакĕсене такăрлатса çӳрет, сукмаксăр та аташмасть. Эмел курăкĕсем шырать вăл. Кăçал вăрман чăтлăхĕнче пытанса пурăнакан çынсене те тĕл пулкалать. Унран хăрамаççĕ çынсем, хăйсемех палласа хирĕç тухаççĕ. Ун пеккисене Ятрус ревком чăтлăхне çул кăтартса парать. Пĕр сăмахпа калас тесен, Ятрус учительрен шанчăклăрах, ревкомшăн усăллă разведчик тупаймăн.

Çапла, Самлейпе Весукка таврашĕнче вăрттăн ревком ĕçлеме пуçларĕ. Çывăх ялсенче Совет влаçĕшĕн кĕрешме хатĕр çынсем пур та… сахалтарах. Осокин Чулçырмапа Лешекки çыннисем пирки ĕмĕтленет. Тук икĕ хĕррипе те халăх çĕкленсен, отряд пулатех. Чи малтанхи тивĕç — пытанса юлнă коммунистсене вилĕмрен çăласси. Куçминкка вунçичĕ çухрăмра. Унта Белянкин иртĕхсе пурăнать, коммунистсем çинчен чехсене систерсех тăрать. Чылай хушă большевиксемпе пĕрле ĕçленĕскер, уесри коммунистсене вăл нумайăшне паллать. Çавна кура, ревком Белянкин пирки ятарласа уйрăм решени йышăнчĕ.

Шăп çав вăхăтра Ятрус Хрулкки Самлейĕнчен тĕлĕнмелле хыпар илсе килчĕ…

Виçĕ Якур Хветюк пулăшнипе çĕтĕк кĕлетрен тарнă хыççăн эрне ытла Якаль вăрманĕнче, Якальпе Куçминкка хушшинче, пытанса пурăнчĕ. Каярахпа вăл, Самлейне çитсе, йыснăшĕсем патĕнче вăхăтлăха чарăнса тăчĕ. Пăлхавçă çын кунта та пăлхавăр тумасăр тӳсеймерĕ.

Самлей хуларан та, Куçминккаран та инçетре ларать. Кунта влаçсем çӳресвх каймаççĕ. Çавиа кура самлейсем комуч влаçне хирĕç чулçырмасенчен те хытăрах пăлханаççĕ иккен. Якуршăн урăх ним те кирлĕ мар. Вăл халăха пухăва чĕнтерчĕ те кунта çĕнĕрен Совет влаçĕ туса хучĕ. Теветкеллĕ çын тупăннăран, самлейсем хăюланчĕç, ял старостине тытса хупрĕç. Виçĕ Якур Самлейне килсе кĕнĕ Ятруса та, эсер, усал контра, Белянкинăн тусĕ тесе, хупса лартасшăнччĕ. Ăнчах халăха эмеллесе пурăнакан учителе Совет членĕсем хупма памарĕç. Çавăн пирки Якур хăех чĕрĕлтернĕ Совет влаçĕпе хирĕçсе, вăрçса пĕтрĕ, Совет çуртĕнчен кăшкăрашса, сурса тухса кайрĕ. Каçченех çилли иртмерĕ унăн, ял çине урăх тухса çӳремерĕ.

Тырă вырма та вăхăт çитнĕ ĕнтĕ, ыраш анисем ĕлкĕрнĕ. Ирхине кил хуçисем хире ĕçе кайрĕç. Якура килте ача пăхма хăварчĕç.

Икĕ ачапа йăлтах тарăхса пĕтрĕ Виçĕ Якур. Ачана йăпатма пĕлмест вăл, кăшкăрса, хăратса çеç пăрахать. Кайран, хăй кулсан та, ачисем йĕреççĕ. Çапла çуйăхса ларнипе, уçă алăкран ют çын пырса кĕнине те сисмерĕ таркăн. Ют арçын сассине илтсен, шартах сиксе алăри ачнне çĕре ӳкерчĕ, хăй ура çине сиксе тăчĕ. Мишша-салтак урайĕнче макăрса выртакан ачана, алла илсе, лăплантарма тăрăшрĕ. Çав хушăра Виçĕ Якур пĕр хускалмасăр хытса тăчĕ.

— Эй, турăçăм, ман кĕлле илтрĕнех иккен, — хаш сывласа ячĕ вăл юлашкинчен. — Аçтан большевиксене шыраса тупас-ши тесе тарăхаттăм. Халĕ акă хăйсемех тупăнчĕç.

— Тамаша! Анархнст турра кĕлтунине илтменччĕ-ха, — терĕ Осокин.

— Çук, çук, Мишша! Эпĕ анархист мар. Эпĕ большевик халĕ, çавăнпа сире шыратăп. Турра асăнни вăл — йăлишĕн çеç.

— Эсĕ, Якур, хăвна ху большевик тесе тахçанах калаçатăн, ху большевик картине кĕреймерĕн-ха. Халь пире тата коммунист теççĕ. Çав ятран хăрамастăн-и?

— Эп нимрен те хăрамастăп! — сисмесĕрех кăшкăра пуçларĕ Якур. — Коммунистсем офицерсене, сутăнчăк эсерсене хирĕç пулсан — эпĕ те коммунист.

Осокин Якурпа юнашар ларчĕ, куçран пăхса, вăл мĕнле майпа кунта килсе çитни çинчен ыйтрĕ. Якур хăй ялтан мĕнле тарнине йĕркипе каласа пачĕ.

— Ак мĕн калам сана, Егоров юлташ, — терĕ çакăн хыççăн Осокин. — Сан валли пĕр ĕç пур. Çав ĕçе тусан, сана хамăр ушкăна йышăнăпăр. Ревком приговорĕ тăрăх, пирĕн пĕр çынна пуçтарса хурас пулать.

Белянкин ятне илтсен, Виçĕ Якур сăнĕ çĕнĕ уйăх пек çуталса кайрĕ.

— Ĕçне тунă тесе шутла, Осокин юлташ. Мана паянах йышăнма пултаратăр. Эпĕ ăна… хам приговорпах пăккин турăм.

Осокин питех тĕлĕнмерĕ. Виçĕ Якур сăмахне ĕненчĕ вăл, мĕншĕн тесен Егоров, чăнах та ĕнтĕ, хăйне персе вĕлерес тенĕ çынна ахаль хăварас çук.

Çапах ревком пуçлăхĕ, Якур кĕтнĕ пек, ун ĕçне хавас-сăн ырлани пулмарĕ. Ырлама мар, пуçне пăркаласа сивлерĕ пек.

— Эх, Якур, Якур, анархистлах хăтланатăн иккен, — терĕ вара. — Йышăнасса йышăнăпăр та… асту, Егоров юлташ, эпĕ сана малтанах асăрхаттарасшăн: капла хăвăн приговорупа хăтланни — юлашки пултăр. Ревком ирĕкĕнчен тухсан… ан ӳпкелеш вара.

— Юрĕ, юрĕ, ăнлантăм. Анархистпа большевик хушшинче уйрăмлăх çакă пуль ĕнтĕ. Дисциплина!

— Уйрăмлăхĕ вăл кăна мар, — терĕ Мишша-салтак, айванрах юлташĕнчен ăшра кулкаласа, — анчах йĕркелĕх пирки çирĕп ăнлантăн пулсан, юрĕ вара…

Картишĕнче сасăсем илтĕнчĕç, Якур малтанах хатĕрлесе хунă пуртă аврине ярса тытрĕ.

— Ан çуйхаш, хамăрăннисем, — терĕ Осокин.

Алăкран Совет членĕсем килсе кĕчĕç. Хайхи «усал контрă», Ятрус учитель, вĕсен хушшинче, Якура куçран пăхса, шăппăн кулса тăрать. Тамаша!

Вăрманти çынсен ушкăнĕ пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ӳсе пуçларĕ. Таврарп коммунистсем, тарнисем те, унччен тарма шухăшламаниисем те, пĕр çĕре пухăнса чăмăртанчĕç. Çапах йыш отряд тумалăхах çук-ха. Мишша-салтак тăван ялти хĕçпăшал пирки те, унти çынсем çинчен те манман.

Илюшăпа Виçĕ Якура çавăнта разведкăна ярса пăхас терĕ ревком.

Вăрттăн çулсемпе чнперех кайса килчĕç ревком çыннисем. Виçĕ Якур чăрсăрланса Илмен шывĕ тăрăх тӳрех вĕçтересшĕнччĕ, Илюша ăна чарчĕ: ревком тавра çулпа кайма хушнине аса илтерчĕ. Егоров вара Мишша-салтак сăмахĕсене те астурĕ пуль, пĕрремĕш хут хăйне хăй ирĕксĕрлесе, çын каланине итлерĕ.

Илюша, çĕрле. Тук урлă каçса, юлташĕсемпе курса калаçрĕ. Виçĕ Якура арăмĕ ялти ĕç-пуç çинчен каласа пачĕ.

Хыпарсем çапла иккен: ĕççи пулин те, ял çыннисем вăхăта ĕçленинчен ытларах митинг туса ирттереççĕ. Чулçырмари Кĕркури оратор пек калаçакан пулнă, Лешеккисем Радаевпа Илюша килсе тухасса кĕтсе пурăнаççĕ. Ха-лăха пăлханма сăлтав нумай. Помещик çĕрĕ çине акнă тырра комуч влаçĕ туртса илесшĕн. Икçĕр теçеттин пухса илмен тырра помещик комуч правительствине сутнă пулать. Тыррине те туртса илесшĕн, çĕрпе усă курнăшăн та укçа тӳлеттересшĕн. Каменка ялĕн мĕнпурĕ çĕр пин тенкĕ тӳлемелле. Тата шуррисен çарне мобилизацилес пирки сăмах сарăлнă. Фронтра пулнă çынсем: «Вăрçа каймалла пулсан, шуррисемшĕн çапăçмастпăр, пурпĕрех Хĕрлĕ Çара тарса каятпăр», — тесе калаçаççĕ. Организатор пулсан, ял паян тесен паян Совет влаçĕшĕн кĕрешме çĕкленмелле.

Чулçырма хыпарĕсене пĕлнĕ хыççăн ревком çакăн пек йышăнчĕ: Осокин, Федотов, Чугунов, Егоров халех Чулçырма вăрманне куçаççĕ, Николаев ытти çынсемпе пĕрле кунта юлать…

Совет влаçĕшĕн

Фальшин Никонĕ кепер тунă вăхăтра староста пулма ытла васканăччĕ. Ун чух власть тĕсĕ Куçминккара та палăрса çитменччĕ-ха. Халĕ уççăнах палăрать ĕнтĕ: паянхи власть шурă тĕслĕ-мĕн. Çавна кура Белянкин, унччен шупка хĕрлĕ сăнлă пулнăскер, шурсах кайрĕ. Фальшин шурă тĕс пирки хăйĕнле шухăшларĕ: «Паллах, преетола шурă Патшана лартаççĕ». Шурă патша — ырлăха тенине вăл пĕчĕккĕ чухнех илтнĕччĕ.

Халь законлă йĕркепех староста ĕнтĕ вăл. Çапах тем çитмест-ха ăна. Ывăлне кĕпер тĕлĕнче темиçе хутчен шыва чăмтарчĕ. Тимĕр туйине тупрĕ Васька, йĕс тăхине тупай-марĕ. Те çавăнпа, те урăх сăлтавпа, Каменка старости патша чухнехи карта ларайман-ха. Влаçĕ те унăн — çур власть кăна, чăваш енне сарăлаймарĕ. Сарăлĕччĕ те… кĕпер урлă каçма хăрать староста. Унта халь ун тăшманĕ хаяр Егоров çук пулин те — теприсем пур. Хăрушă Пали пур, ун шăллĕ харсăр Кĕркури пур, шатра пуçне çĕкленĕ юмахçă пур. Çавсем хăйсене хăйсем власть вырăнне хурса халăха пăтратаççĕ. Ку енчисене те шанмалли çук. Хăйсем шăпăрт пек, пурпĕрех влаçа пăхăнмаççĕ. Çавна пула староста хăйĕн ĕçне тăваймарĕ: помещик шыракан укçана та пухаймарĕ, салтака кайма тивĕç çынсене те Куçминккана ăсатаймарĕ. Белянкин пирки хыпар çитсен, Фальшин ял çыннисене ытлашши хĕстерме хăракан пулса кайрĕ. Çавăнпа вăл яла карательсем килессе тем пек кĕтсе пурă-нать.

Килессе килчĕçех вĕсем, пиллĕкĕн. «Сахал», — пăшăрханать Фалынин. Пĕркун чăваш енне килнисем чехсемччĕ, кусем — вырăссемех, ял пуянĕсемпе купсасен ывăлĕсем. Асли вĕсен теветкеллĕ çын пулас, вăрăм уссиллĕ маттур офицер. Назара, Мăрзабай ывăлне, лайăх пĕлет, анчах ăна темшĕн Николаев тесе чĕнет. Ун пирки сума хурса калаçать пек, çав вăхăтрах «пирĕн пĕчĕк Наполеон» тесе шăл йĕрет. Назарĕ уесĕпех карательсен чăн асли иккен. «Хăй кунта килмен-ха, урăххисене янă, — шухăшларĕ Фальшин- Тăван ялта йытăланасшăн мар. Халăх çилли ашшĕне тивесрен хăрать пуль». Çавăн пирки офицертан ятарласах ыйтрĕ.

— Николаев-и?! — ахăлтатрĕ лешĕ. — Кĕтсех тăр! Кирлĕ пулсан, ял çыннисене мар, тăван ашшĕне те йĕплĕ хулăпа пĕçертĕ. Кăнтăр енне кайрĕ-ха вăл. Унта, фронт çывăх пулнипе, çара кутсем кунти пек мар пăлханаççĕ: комуч çыннисене вĕлереççĕ, пирĕн отрядсем çине те тăрăнаççĕ. Шар кăтартатех ĕнтĕ вĕсене Николаев поручик. Шутсăр хаяр офицер. Унăн ашшĕ те çавнашкал хаяр çын-и? Пире хăнана чĕнет пуль-ха вăл?

— Мурзабайкин хаяр-и? — йĕрĕннĕ пек, тутине пăрчĕ Фальшин. — Сĕрĕнкĕ çын. Хăнана чĕнмест вăл сире. Хăналама унран шанчăклăраххисене тупăпăр.

— Николаев шанчăклă мар-им? Интереснă! — тесе, офицер атă кунчине нухайккапа çатлаттарса илчĕ.

— Йӳтенĕ вăл. Çынпа ĕçме юратмасть, пĕччен ĕçет, — терĕ Фальшин.

— А-а! Виççĕмĕш Александр патша пек пуласшăн апла, — тесе, уссине пĕтĕркелерĕ офицер.

Сухоречка пуянĕсем карательсене чаплăрах çуртра — Медведев патĕнче — хăна тăвас терĕç. Чулçырмаран Хаяр Макарпа Смолякова чĕнсе илчĕç. Ĕçнĕ-çинĕ хушăрах ыранхи ĕç пирки канаш турĕç. Еçĕ çăмăлах мар. Пĕр ĕç те мар-ха, икĕ ĕç. Помещик çĕрĕшĕн укçа тӳлеттермелле тата йризыва тивĕç çынсене çара ăсатмалла. Мобилизаци пирки пĕлтернĕренпе эрне иртнĕ пулин те, Каменка ялĕнчен призыв пунктне пĕр çын та пыман. Çыхланасшăн мар пулас.

— Чăвашран пуçлар, — терĕ Фальшин. — Унта вĕсем халĕ те Совета пăхăнаççĕ. Малтанах, кунта чĕнтерсе илсе, Совет членĕсене хупса лартас пулать. Унтан призыва кайма тивĕç çынсене, пĕрерĕн чĕнсе, пĕр çĕре пуçтарас. Куç-минккана питех каясшăн пулмасан, конвойпа хăваласа кайăпăр. Еçĕ те пĕтнĕ. Укçа тӳлеттерес пирки кусене ăсатнă хыççăн тин сăмах хускатăпăр. Сирĕн шухăшпа мĕнле пек? Тĕрĕс каларăм-и?

— Сана, Никон Иванович, староста мар, губернатор тăвас пулать, — терĕ хĕрĕнкеленнĕ офицер.

Çав вăхăтра Филька, каçпулттипе чăваш енне каçса, Кĕркурипе курса калаçрĕ те Чугун авăрне çуйăн вăлти яма кайрĕ. Пысăк вăлтана пĕр шыва ывăтса, пĕр кăларса тем вăхăт аппаланчĕ вăл. Вăрманта «тыркас шăхăрни» илтĕпсен, пуш вăлтана юлашки хут ывăтрĕ те хирĕç шăхăрса илчĕ, унтан, çырана хăпарса, Тикĕтпуссине кĕрсе çухалчĕ.

Ирхине Елĕм-Чĕлĕм хапхине такам шанлаттарма тытăнсан, Пали хапха уçма васкамарĕ. Вăл малтан, тăм лаççа кĕрсе, Кĕркурипе калаçрĕ:

— Карательсем çитрĕç. Эс хыçалти хапхаран тухса пăрăн. Совет членĕсене шыраççĕ вĕсем. Эп хам тухса калаçăп.

— Хăçанччен пăрăнса çӳрес вара? Эс чарса тăман пулсан, тахçанах хĕрлисем патне çитнĕ пулăттăм.

— Пыр, пыр! Тавлашса тăма вăхăт çук, пытан халлĕ-хе, кайран курăнĕ, — терĕ те Пали, хапха уçма кайрĕ.

— Эсĕ мар, шăллу кирлĕ пире, — терĕ Фальшин. Хăй, Палирен шикленсе, салтак хыçне пытанчĕ.

Пали, хăйне хăй чарса, пăлханмасăр калаçма тăрăшрĕ.

— Шăллăм килте çук. Вăл ĕнерех арман авăртма кайрĕ.

— Шăллуна халех чĕнтерме хушса хăвар, ху пирĕнпе пыратăн. Асту: Кĕркури тупăнмасан, эсĕ те киле таврăнаймастăн, — терĕ Фальшин.

— Ан хăрат, эпĕ хăравçă мар. Хăрама эп япала вăрламан, çын вĕлермен, — терĕ Пали, Фальшина куçран пăхса.

Унтан вăл Праские чĕнсе илчĕ те, ăна армана кайма хушна пек туса, чăвашла урăх сăмахсем каларĕ. Фальшин чăвашла калаçма вĕренменшĕн питĕ ӳкĕнсе илчĕ.

Палине илсе кайсан, Ермишке мучи чĕлĕмне паклаттарнă май чылайччен пуçне пăркаласа ларчĕ:

— Ырра мар… у ĕç, ай, ырра мар. Фальшинпа çыхлансан, ырри пулмасть. Çавсемех мана… айттăм… алаçакан турĕç. Çавсемех ĕнтĕ хура халăхран кулса пурăнаççĕ.

Хуняшшĕн сăмахĕсене илтсен, Хвекле урамра илтĕнмеллех хӳхлесе макăрса ячĕ. Хĕрарăм хӳхленине илтсе, Ĕлĕм-Чĕлĕм нӳрчĕ патне кĕçех халăх пухăна пуçларĕ.

Селĕп Кирилине Шатра Миккана, кусем йăваш çынсем тесе, Лешеккине пĕр салтакпа ăсатнă иккен. Палирен хăракан Фальшин Ĕлĕм-Чĕлĕм хапхи патне виçĕ çынна ертсе пынă.

Фальшинпа Медведев çурчĕсем тĕлĕнче офицер уткаласа çӳрет, хушăраи çутă атă кунчине нухайккипе çатлаттара-çатлаттара илет. Çавăнтах, Медведевăн урамра ларакан чул кĕлечĕ умĕнче, Селĕп Кирилепе Шатра Миккана пĕр салтак сыхласа тăрать.

Палине те çав чул кĕлет патнех илсе пычĕç.

— Кăна шăллĕ вырăнне илсе килтĕмĕр, — терĕ Фальшин, офицер патне пырса. — Унăн шăллĕ — советчик, халь вăл килте çук.

— Хăй вăл мĕнле çьш? Тен, шăллĕ пек мар пуль? Ку упана хамăра май çавăрсан, лайăхрах пулмĕ-и? — ыйтрĕ офицер, сассине пусарса, хăй каллех Палин улăп кĕлеткине сăнаса пăхса илчĕ.

— Тискер çын. Ашчикĕ хĕрлĕ унăн, шăллĕнчен те хăрушăрах, — тавăрчĕ Фальшин.

— Юрĕ. Ашчикĕ хĕрлĕ пулсан, çурăмне те хĕретĕпĕр. Офицер салтаксене хатĕр тăма хушрĕ, хăй çавăнтах, кĕлет умĕнчех, допрос пуçларĕ.

— Эс, шĕвĕр сухал, мĕн шухăшлатăн? — пуринчен малтан Селĕп Кирилерен ыйтрĕ вăл. — Ма чĕнместĕн, чĕлхӳ çук-и е вырăсла калаçма пĕлместĕн-и? Эс Совет влаçне юрататни? Ма Совет членĕ пулма килĕшрĕн, кала.

— Ман саклаçе ыйтмарĕç. Эп ним те пĕлместĕп, — терĕ Селĕп Кириле чĕтрекен сасăпа.

— Чăн калать-и? — ыйтрĕ офицер Фальшинран..

— Чăн. Иăваш çын вăл.

— Юрĕ. Унпа кайран калаçса пйхăпăр тата. Хупса лартăр халлĕхе ăна, — хушрĕ салтаксене офицер.

«Медведевăн кĕлечĕ Хвекле кинемейĕнни пек мар. Кун-тан Виçĕ Якур пек тухса тараймăн, — шухăшларĕ Пали, — алăкĕ те, тăрри те тимĕр, урайĕ те çĕрĕк мар пуль».

Шатра Микка — пысăк мар, хыткан та шĕвĕр пуçлă çын. Сăнĕ-пичĕ шăшинни евĕрлĕрех. Çавна офицер та асăрхарĕ.

— Сана тата, шатра чума, мĕн тума Совета суйларĕç? — тăрăхласа ыйтрĕ офицер.

— Халăхран ыйт. Эп хама хам суйламан, — хулăн сасăпа та çирĕп сăмахпа сасартăк офицера тĕлĕнтерчĕ пĕчĕк чăваш.

Офицерăн куç харшисем çĕкленчĕç,

— О-о! Эсĕ большевик мар-и, ача? Кала тӳрех: саншăн хăш власть лайăхрах? Совет влаçĕ-и?

— Большевик пулма ăс çитмеи-ха ман. Совет влаçĕ — халăх влаçĕ, пĕр-пĕр комучсен влаçĕ пек мар.

— Тӳррĕн калаçакансене юрататăп, — терĕ офицер, лĕх-летсе. — Сана та хупса лартăпăр. Унччен кучченеç тутанса пăх. Халлĕхе пилĕк нухайкка — ăс кĕртмелĕх, власть тутине тутанса пăхмалăх.

Çапла каларĕ те офицер Миккана нухайккапа ăçтан лекнĕ унтан çапма пуçларĕ. Тӳсрĕ пĕчĕк чăваш. Пуçран çапнă чух нухайкка вĕçĕ куçран пырса тивсен те кăшкăрмарĕ, алăпа куçне хупларĕ çеç.

— Мĕнле, çитет-и? Халĕ те Совет влаçĕ лайăх-и саншăн?

Пали еннелле пăхнă пулсан, офицер, тен, пысăк чăваш сăнĕ хуралса кайпине, куçĕ вут пек çиçме пуçланине асăрханă пулĕччĕ…

Шатра Микка шыçса кайнă куçне алăпа сăтăркаларĕ, унтан, пуçне çĕклесе, йĕри-тавра пăхса илчĕ. Çав вăхăтра вăл халăх пур енченех кунталла туртăннине асăрхарĕ те хулăн сасăпа хыттăн:

— Совет влаçĕшĕн пилĕк нухайкка мар, çирĕм пилĕк яухайкка тӳсме хатĕр! — тесе кăшкăрса ячĕ.

— Апла пулсан, çирĕм пиллĕк пултăр, — терĕ офицер, шăлне шатăртаттарса. — Шел, чĕрĕ хулă хатĕрлесе хумарăмăр. Нухайккапах çырлахмалла пулать. йĕмне антарса çаптарăр, — хушрĕ вăл салтаксене. — Каллех сахал пулсан, тата çирĕм пиллĕк хушса парăр.

Икĕ салтак Шатра Миккана икĕ енчен çавăрса тытрĕ, каска çине тăсса вырттарчĕ…

Пали, ăшĕ вăрканипе, чĕтре пуçларĕ. Нухайккасем икĕ енчен вашлатма тытăнчĕç. Офицер малтан шутлама пуçланăччĕ, анчах Микка кăшкăрмасăр тӳссе выртнăшăн çил-ленсе кайрĕ те: «Кашкăр пек уласа яриччен çаптарăр», — тесе алă сулчĕ.

Палин чунĕ тăвăнса çитрĕ. Вăл, арăслан пек сиксе, офицера ураран ӳкерчĕ, ăна мăйран пăвса илчĕ. Карательсем, те тĕлĕннипе, те хăранипе, самантлăха вырăнтан хускалмасăр тăчĕç. Унтан пĕри, Миккана нухайккапа хĕнекенни, Пали çине сиксе ӳкрĕ, ун хыççăн — ыттисем те. Пали хăйне çапнине те, лăсканине те сисмест. Унăн тимĕр пек çирĕп аллисем тăшман пырĕнчен çаплах вĕçерĕнеймеççĕ. Çавăнпа вăл хăй те часах тăшмаи аллине лекрĕ. Пĕр карателĕ кĕсъерен чĕн кантра туртса кăларчĕ те улăпа ураран тăлласа илчĕ, тепри çавăн пек кантрапах ăна мăйран ункăларĕ. Мăйне мăйкăч пăвса илсен тин вĕçерĕнчĕç Пали аллисем…

Фальшин, Палирен хăраса, пĕчĕк хапхаран килкартине чăмнăччĕ. Офицер сасси тепре илтĕнсен, вăл каллех урама чупса тухрĕ. Хăйĕн хăрушă тăшманне чĕн кантрапа тăлласа çыхса пăрахнине курсан, ăна тимĕр туйипе пырса çапрĕ.

Офицер маузер туртса кăларчĕ. Анчах пемерĕ, маузер кĕпçипе Пали пуçне пырса шаккарĕ те:

— Ан кĕт, халех пеместĕп, — терĕ. — Малтан сана тамăкри пек асаплантарса пĕтерĕп, апла та вилмесен вара персе пăрахăп.

Офицер хушнипе икĕ салтак Палие шомполсемпе хĕне пуçларĕç. Пали тăма хăтланчĕ, çавăнтах ăна тепре çапса ӳкерчĕç. Миккана хĕнекеннисем те, офицер каласса кĕтмесĕрех, нухайкка вырăные шомполпа авăрланчĕç.

Çав вăхăхра чан халăха пушар вăхăтĕнчи пек чĕнсе шанлаттарма пуçларĕ. Офицер сасартăк Фальшина хăйне нухайккапа тивертсе илчĕ, чан çапма чарма хушрĕ. Фальшин чиркӳ патне пĕччен кайма хăрарĕ, ывăлне чĕнсе илчĕ. Ашшĕ аялтан туяпа юнаса кăшкăрма тытăнчĕ, Васька чăнкă пусмапа чиркӳ тăррине хăпарма пуçларĕ.

— Ан хăпарăр луччĕ, персе вĕлерме пултаратăп, — кăшкăрчĕ çӳлтен Филька. Анчах чан хытă янранипе вăл кăшкăрни илтĕнмерĕ. Филька револьверпа тĕлленĕ пек тунине курсан тин Васька чикеленсе чупса анчĕ.

— Атя, ывлăм, часрах, çын куçĕнчен пăрăнар, — нăйкăшрĕ ашшĕ. — Лешсем хăйсемех килсе чарччăр. Ытла вĕри пăтă пĕçерме пуçларĕç. Пăттине хăйсемех çиччĕр. Чан сассипе халăх çĕкленсен, ыррине ан кĕт, ачам.

Спирка пысăк чана шанлаттарнă вăхăтра Филька çӳлтен тавраналла пăхса çаврăнчĕ. Халăх пур енчен те чиркӳ патне чупать. Чулçырма еннелле пăхсан, ача савăнса кайрĕ: армути «вăрманĕпе» çывхарнă пĕр ушкăн çын яла çитсе кĕчĕ. Кĕркури каласа хунине манман иккен.

Чан вĕçĕмсĕр танлатать пулин те, карательсем ашкăнма çаплах чарăнмаççĕ. Офицер хĕçпăшалсăр халăхран хăрамасть. «Пухăнччăрах. Эпĕ ун пеккисене нумай куркаланă», — терĕ вăл Палне хĕненĕ май.

Çирĕм çын, пур енчен те харăс ыткăнса, тăшмана пĕр самантра çавăрса илчĕç. Офнцер маузерне туртса кăларчĕ, анчах пеме ĕлкĕреймерĕ.

Чан çаплах кĕрлет те кĕрлет. Филька, чан çапнă май мăйне пăркаласа, йĕри-тавра пăхкалать. Акă Медведевсем тĕлĕнчи халăх — вырасĕ те, чăвашĕ те — пăтранса кайрĕ. Карательсене чул кĕлете хупса лартрĕç.

Филька Чӳккукри еннелле çаврăнса пăхрĕ. Унта, шарлак урлă, тăватă юланут каçма пуçланă. Вара вăл чан вĕренĕ-кантрисене ярса тытрĕ, мункун çитнĕ пек, пысăк-пĕчĕк чансене пурне те калаçтарса-тĕнкĕлтеттерсе илчĕ те яусмапа аялалла вăркăнчĕ. Спирка — ун хыççăн.

Халăх пухăннăçемĕн пухăнать. Хирте ĕçлекенсем те ĕç пăрахсах яла чупрĕç. Пурте пĕр чарăнми шавлаççĕ:

— Халь мĕн тăвăпăр ĕнтĕ?

— Куншăн пире каçармаççĕ.

— Укçине те тӳлеттерĕç, салтака та пурпĕрех илсе кайĕç…

— Илсе каймĕç, — терĕ Кĕркури. — . Эпир чунлă, ураллă çынсем. Хăш еннелле каймаллине хамăрах пĕлетпĕр.

Тăллисене салтсан, Пали хăех ура çине тăчĕ. Шатра Микка тăнсăр выртать.

— Карательсене çапса вĕлермелле. Малтан хăйсене теçапла асаплантармалла, — кăшкăрать халăх.

Пали калаçма тытăнсан, пурте шăпланчĕç.

— Çапса пăрахма ан васкăр. Кайран çавăншăн карательсем пĕтĕм яла кастарĕç, çунтарса ярĕç, — терĕ Пали.

— Сана çапла хĕненĕшĕн спаççипă калас мар-и? — çĕтĕлчĕ Кĕркури.

— Ун пирки ан пăшăрханăр. Ку йытăсемпе мĕн тумаллине ревком иирĕнсĕрех пĕлет, — терĕ чиркӳ патĕнчен чупса килнĕ Филька.

— Ревкомсем пĕлеççĕ, анчах кунта çук-ха вĕсем. Эсĕ ревком вырăнне пулсан çеç, — терĕ те вăйсăрланнă Пали çĕрелле чикĕнчĕ. Темиçе алă ăна, пур енчен те тĕрелесе, ӳкме памарĕ.

— Ревком пур. Вăл пире пăрахса хăварме, — кăшкăрчĕ тин чупса çитнĕ Спирка. — Акă, пăхăр, курăр, савăнăр!

Халăх Спирка алă тăснă еннелле çаврăнса пăхрĕ. Тăватă юланут юртăпа çывхарса килет.

— Чăнах та ревком. Пĕри Осокин…

— Тепри Леонид мар-и? Çавă, тиечук ывăлĕ. Вăл та ревком-и?

— Ха! Чугунов Илюша та вĕсемпе, — терĕç вырăссем.

— Мишша-салтак!

Халăх Совет влаçĕшĕн кĕрешме харăс çĕкленсен, çав вăхăтрах комиссарпа командир тупăнсан, партизан отрячĕ пулатех вара.

Мăрзабай килĕнчи пăлхавăр

Ялта пăлхав пулса иртнĕренпе Мăрзабай та канăç çухатрĕ. Çитменнине, хăйĕн килĕнче те унăн темĕнле пăтăрмах пуçланса кайрĕ. Килйышсем — тарçăсем таран — пĕрне-пĕри вăрттăн ура хума пикенчĕç.

Чан сасси янрама, халăх шавлама чарăнсан, ял, Тук икĕ енĕпе те, сасартăк лăпланчĕ. Ревкомсемпе пĕрле вăрмана комуч мобилизацине тивĕç çынсем çеç мар, ыттисем те çул тытрĕç. Совет влаçĕшĕн кĕрешме Тук шывĕн икĕ енĕпе нумай вăйпитти арçын çĕкленчĕ. Чугунов «гвардийĕ» те пăлхавçă салтаксенчен юлмарĕ. Палипе Шатра Миккана та Осокин, карательсенчен асăрханса, ялта хăвармарĕ, Медведевăн рессорлă тăрантасĕпе тӳрех Весуккана, Ятрус Хрулкки патне, ăсатрĕ.

Çамрăк салтак арăмĕсем каллех тăлăха юлчĕç, çапах хальхинче хӳхлемерĕç вĕсем: вăрçа каймарĕç вĕт упăшкисем, — вăрçăран тарчĕç. Кĕркунне, çанталăк сивĕтсен, хăйсемех киле таврăнĕç-ха. Халь тепĕр тĕрлĕ вăрçă пуçланнине сисеймерĕç, апăршасем.

Лăпланчĕ-шăпланчĕ ял. Анчах аслатиллĕ çил-тăвăл умĕнхи шăплăх мар-и ку? Ялта юлнă арçынсем, темле хăрушлăх пуласран шикленсе, пĕр-пĕринпе калаçми пулчĕç. Ермишке мучи те шарласшăнах мар. Вăл хăйĕн кĕмĕл чĕлĕмне шăппăн паклаттарнă май чĕмсĕр шухăша каякан пулчĕ. Ял çыннисене, вырăспа чăваша, юханшывна чĕлхе мар, пуянлăхпа власть уйăрса тăнине тинех тавçăра пуçларĕ вăл. Ывăлĕсене ватти пĕртте сивлемерĕ. Сивлеме мар, халăх çинче вĕсен паттăрлăхĕпе мухтанма та хатĕр пулчĕ вăл, çав вăхăтрах халлĕхе килте чĕлхе çыртса, хӳрене хĕстерсе лармаллине те лайăх туйса тăчĕ.

Таçта пытанса пурăннă Фальшин пăлхавăр иртсен ик-виç кунран тин килне таврăнчĕ. Ăçтан пĕлен, тен, пăлхавçăсем çывăхрах пуль. Ял çумĕнчи вăрман нысăках мар та — çапах вăрман. Пăлхавçăсем карательсене çыхса хăйсемпе пĕрле илсе кайнине пĕлсен, тепĕр май хăраса ӳкрĕ староста. Пăлхавçă яла кастарма карательсен тепĕр пысăкрах отрячĕпе Мăрзабай ывăлĕ хăй килме пултарать. Старостăна та айăп туса хумĕ-и вăл? Назар чи малтанах Фальшина ялти ĕçсем пирки çийĕнчех систерменшĕн айăплĕ. Çапла шухăшларе те сехĕрленнĕ староста, хут çырса, ывăлне хулана ăсатрĕ.

Çапах та Назар яла килесрен пуринчен ытла ашшĕ — Мăрзабай — сехĕрленсе ӳкрĕ. Ялта мĕн пулса тăнине çав кунах, чан танлаттарма чарăничченех, тавçăрчĕ вăл, çавăнтах урăла пуçларе. Тепер кунне мухмăр та чĕртмерĕ, Лешеккине кайса, ĕçсем мĕнле-мĕнле пулса иртнине ыйтса пĕлчĕ. Вара сасартăк урăлса йĕри-тавра урлă-пирлĕ пăхса илнĕ çыннăн ăшчикĕ вырăна ларайми хускалчĕ. Тĕреклĕ хресченпе чухăн хушшинче вилес пек курайманлăх, тытăçу пуçланчех иккен. Вĕсем (большевиксем) ялта тырă тăпăлтарнипе чарăнмарĕç тата тĕрлĕ харпăрлăха та хуçаран туртса илеççĕ. Паян лаша, урапа кирлĕ вĕсене, ыран, тен, çурт-йĕр кирлĕ пулса кайĕ. Пурнăç никĕсне ишеççĕ… Çук, халь ĕнтĕ куç хупса, алăк питĕрсе, пĕччен кăмăшка сăрăхтарса ларнине ирттерсе яраймăн, саманаран пытанса юлаймăн. Алăкран, чӳречерен килсе шаккать вăл, пӳрт тăррине тăпăлтарса пăрахма хатĕр. Урса кайрĕ самани, чĕвен тăчĕ. Кĕç-вĕç ялăн лăпкă пурнăçне, халăхăн ĕмĕрхи йăлисене таптаса пĕтерĕ, Мăрзабайăн ырă ятне те ура айĕнчи пылчăкпа хутăштарса ярĕ. Ак Назар пысăк отрядпа яла кастарма-çунтарма килĕ те юнлă çырма юхтарĕ. Икĕ çыран хушшинче путмасăр юлаймăн, путас мар тесен, е сылтăм енчи, е сулахай енчи çырана хăпарма тапаланăн…

Çакăн пек шухăшсемпе икĕ эрне тарăхса, çунса пурăнчĕ Мăрзабай. Ун телейне самани васкамарĕ-ха. Назар чăнах та килсе çитрĕ. Отрядпа мар, пĕчченех. Хăй ашшĕнчен çеç мар, ытти килйышсенчен те пачах ютшăннă. Никампа калаçмасть. Килнĕ кун кунĕпех Лешеккинче ирттерчĕ. Каçпа ку енне каçсан та, тӳрех ашшĕ килне пырса кĕмерĕ, Смоляковпа Хаяр Макар патне сулăнчĕ. Çур çĕр еннелле тин вăл ашшĕпе пĕр сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ.

Икĕ эрне ĕçмесĕр иурăнса, сыпмаллине самаях перекетленĕ Мăрзабай (Тимук Хăмăшлана каймассерен пĕрер савăт кăмăшка тултарса килет). Сăйламаллах ĕнтĕ ку хăрушă хăнана. Мĕн тесен те — тăван ывăл. Сурхури каç, Назар пуç хунă тесе, макăрнăччĕ мар-и? Хыпар-хăнарсăр çухалнăччĕ вĕт… Халĕ ак килте вăл, чĕп-чĕрĕскер, сĕтел хушшинче ашшĕн куçĕнчен пăхмасăр чавсаланса ларать. Те савăнмалла Мăрзабайăн, те хурланмалла.

Çапла чĕмсĕр ларсан-ларсан, ывăлĕ сасартăк сивĕк сасăпа ыйтрĕ:

— Çимун ăçта? Эс пĕлетĕнех пуль.

Ашшĕ те ăмăрланса хуравларĕ:

— Ма мана тĕпчетĕн? Эс ак, тăван ывăл пулин те, пачах манран ютшăннă. Хаярсемпе явăçатăн, аçупа калаçма сăмах тупаймастăн. Çимун пирки мĕн калам? Мăрзабай таврашĕ мар ĕнтĕ вăл халь. Каснă чĕлĕ. Вăл ăçтине эп ăçтан пĕлем.

— Юрĕ, ан кала. Сансăрах шырăсă тупăп. Вĕсем Белянкина çакнă пек, ăвăс тураттинчен çакăп. Пурне те, Çимуна пуринчен малтан, пуçхĕрлĕ çакăп. Сан пирки те пĕлес килет-ха. Кам эсĕ, хисеплĕ Павел Алексеевич? Турăшăн çурта мар, шуйттаншăн турчăка мар. Нумай ĕçетĕнтеççĕ. Ырă çынсенчен ниснĕ. Пуринчен ăслăрах пулас тетĕн-им?

«Лăпăртатах, — шухăшлать Мăрзабай черкке тултарнă май. — Турра шĕкĕр, сĕкекен вăкăрăн мăйраки хуçăлнă-ха. Манран нимĕн те — шахвăртса та, хăратса та пĕлеймĕн. Эс ху вара усал шухăшусене пытараймăн».

Хăйĕн шухăшĕсене ывăлĕ те часах палăртмарĕ. Çапах спирт евĕрлĕ хăватлă кăмăшка чĕлхесене салтрĕ-салтрех. Иккĕшĕ те майĕпе палкаса кайрĕç. Тĕллĕн-тĕллĕн пĕр шухăшлă çынсем пекех калаçрĕç: комуч ĕçĕсене иккĕшĕ те хурласа пĕтерчĕç.

— Ытла çемçешке те кăштăркка вăл, сирĕн комучăр, — çĕтĕлет Назар. — Пĕтĕм ĕçе пăсса хучĕ. Мобилизаци тума та пултараймасть. Уесĕпе мĕнпурĕ çирĕм пилĕк пин салтак пухăнмаллаччĕ. Пинсем вырăнне тăватçĕр хĕрĕх пĕр салтак çеç пухăннă. Ыттисем ăçта?! Вăрмантисене тупаймастпăр, ялтисене пухаймастпăр. Чехсене кăна шанса тăратпăр. Власть-и вăл çав комуч! Тĕрлĕ йăх-яхсемпе сӳпĕлтисем çеç пухăннă унта. Ыраи Таллăра пĕчченех мобилизаци туса ирттеретĕп. Курччăр мĕнле ĕçлемеллине! Диктатор кирлĕ! — Ку сăмаха Назар сĕтеле шаккасах каларĕ. — Диктаторсăр пĕтет пирĕн Россия. Диктатор тупăнмĕ тетни? Тупăнĕ. Корнилов вилнипе генералсем пĕтмен-ха, Деникин пур. Е урăххи тупăнĕ…

Ывăлĕ пĕлтĕрхи юрра юрлама пуçласан, ашшĕ сухал витĕр кулса илчĕ, — сăмах чĕнмерĕ.

Корнилова асăнса хурланнă пек пулса ларнă хыççăн Назар сассине каллех хытарчĕ:

— Çук, çав ниме юрăхсăр комучпа килĕштерейместĕп. Пурпĕрех вĕсене пăрахса Дутов патне каятăп. Ак çĕнĕрен пысăк отряд туса çитерем-ха… Хальччен кăнтăр енче çӳрерĕм. Тухăçри ялсене Чередниченкăна шанса ятăм. Вал, тăмсай, хăй пăлхавçăсен аллине лекнĕ. Ман пирки кунта темскер лапăртатнă тата. Наиолеонсем кăтартăп эп ăна! Хĕрлисем персе вĕлермесен, хам персе вĕлерĕп е Çимунсемпе пĕрле пуçхĕрлĕ çакăп. Халь хамăнах пур çĕрте те ĕлкĕрмелле ĕнтĕ. Елкĕрĕп. Малтан пăлхавçă ялсене, Каменкăран пуçласа, вутпа хĕртес, унтан вăрмантисене те тупăпăр. Иĕрлекенсем пур-ха ман унта.

Мĕн пĕлес тенине пĕлчĕ ĕнтĕ Мăрзабай. Кăнтăр енче хĕрлисем шуррисенĕ хытă хесе пуçлана. Назарăн карателĕсенчен нумайăшне фронта ăсатнă иккен. Хăйне вара çĕнĕ отряд пухма хушнă. Çавăнпа ялсем тăрăх пĕччен çӳрет-мĕн. Кунта Фальшинпа Смоляков ывăлĕсене çепĕç сăмахпа илĕртнĕ, иурпĕрех салтака илсе каяççĕ тесе те хăратнă. Лешсем килĕшнĕ вара, икшер-виçшер юлташ тупса, хулана пыма сăмах панă. Хăй ыранах Таллăна тухса каясшăн.

«Кайтăрах, пĕчĕк диктатор», — Çимун сăмахне аса илчĕ Мăрзабай.

Тĕлĕнмелле. Çимун шăпи пăшăрхантарать ăна. Ывăлĕ пирки: «Кайтăрах», — терĕ. Таллăра та тем курма пулать. Пĕчченех мобилизаци туса ирттересшĕн. Хăй тиркенĕ офицер пек, пăлханнă халăх аллине лекмĕ-и? Асăрхаттарас мар-и? Итлемĕ вĕт ашшĕ сăмахне, чурăс Хурăнвар йăхĕ. Вутă краççын сапни çеç пулĕ.

Çапах хăрушлăх пирки асăрхаттарчĕ ывăлне. Лешĕ ашшĕ сăмахне хăлхине питех чикмерĕ, аллине сулчĕ те вырăсла: «Волков бояться — в лес не ходить», — терĕ çеç.

Ку тараиччен ытлашши хирĕçсе каймарĕç-ха ашшĕпе ывăлĕ. Хирĕçӳ кĕтмен çĕртен урăх енĕпе сиксе тухрĕ.

— Наçтук валли каччă тупрăм, — тăрук шăл йĕрме пуçларĕ Назар.

Ашшĕ хăлхине чăнках тăратрĕ. Ку пĕчĕк диктатор хăйĕн вăрăм сăмсине кирлĕ мар çĕре чикмест-ши? Ватти çапах кăмăлне палăртмарĕ, сасăпа кулса ячĕ те:

— Каччă тупасси те карательсен ĕçĕ-и вара? — терĕ.

— Ан кул, Павел Алексеевич. Шӳт тумасăр калатăп. Эп Таллăран таврăннă çĕре каччи те кунта килсе çитет. Туй тумасăр каймастпăр вара.

— Каласа пĕтер сăмахна, Назар Павлович, — ывăлне витлесе каларĕ ашшĕ. — Кам каччи? Пĕр-пĕр офицер тупрăн пуль-ха.

— Офицер мар та, кĕçех пулма тивĕçлĕ. Халлĕхе ман адъютант пулать вăл, — терĕ ывăлĕ.

Ашшĕ унăн шухăшне урăх еннелле пăрса яма хăтланчĕ:

— Кĕçĕн офицерăн та адъютант пулать-и? — ыйтрĕ вăл. — Денщик тесе каласшăн пуль эсĕ.

Назарĕ çавăнтах ĕрĕхсе кайрĕ:

— Эс, деревенщинă, ним те пĕлместĕн. Уйрăм отряд урăх законпа пурăнать. Отряд командирĕ, унăи чинĕ мĕнле пулсан та, отрядшăн верховнăй правитель пулать, диктатор пулать. Отрядри салтака хăй ирĕкĕпе персе вĕлерме те пултарать вăл. Денщик та, адъютант та кирлĕ ăна. Хам валли лайăх адъютант тупрăм эпĕ. Çынни ют çĕртен мар, хамăр ялсемех. Дмитрий Макарович…

— Мĕнле Дмитрий Макарович? Ун пек çын ялта çукчĕ-çке пирĕн, — тĕлĕнсе ӳкрĕ Мăрзабай.

— Эс, атте, ял çыннисене те пĕлми пулнă, — лĕхлетсе кулчĕ Назар. — Ятне урăхла калам эппин: ялта Чее Миття тесе чĕнеççĕ.

Те ывăлĕ унпа хисеплемесĕр калаçнăран, те каччи ытла килĕшменрен, Мăрзабй кăтăрсах кайре, вырăнĕнчен сиксе тăчĕ:

— Хаяр Макар килĕнче ман хĕр нихçан та пулас çук! Ухмах пуçăнтан кăларса пăрах çак юрăхсăр шухăшна!

— Эп пустуя калаçма юратмастăп, — сиксе тăчĕ ывăлĕ те. — Мĕнле каларăм, çапла пулать. Эп Хаярсене сăмах патăм. Офицер сăмахĕ.

Ашшĕ те, ывăлĕ те хĕрсе кайрĕç, пĕр-пĕрне татах кӳрентерекен сăмахсем каларĕç. Чылай вăхăт çапла сăмахпа сĕкĕшкеленĕ хыççăн ашшĕ сасартăк çемçелсе кайрĕ те «парăнчĕ» ывăлне:

— Юрĕ, ывăлăм. Таллăран чиперех таврăнсан, эс каланă пек пултăр вара. Хĕрĕ каччине тиркемесен, эпир техирĕç пулмăпăр.

Сăмахĕсем çапла пулчĕç Мăрзабайăн, шухăшĕсем урăхла: «Кайтăр-ха. Вăл Таллăсенчен таврăниччен ĕçне хамăра кирлĕ пек туса хурăпăр».

Назар ашшĕне çĕнтернĕшĕн савăннипе ун чеелĕхне сисеймерĕ. Вăл ирхине çурçĕрелле тухса кайсан, Мăрзабай килĕнче хайхи пăтăрмах пуçланчĕ те: ашшĕ ывăлне хирĕç пăлханчĕ, арăмĕ — упăшкине хирĕç, тарçăсем пĕр енчен — хуçана хирĕç, тепĕр енчен — пĕрне-пĕри хирĕç. Мăрзабай хĕрĕсен шăпи çапла пăтăрмăшлатса ячĕ вĕсене. Иĕркипе каласан, ĕçсем çапла пулса нртрĕç.

Икĕ хĕрĕн шăпи пирки ашшĕ тахçанах шухăшласа хунă. Асли патне Трашука киле кĕртет вăл. Патвар та сăпайлă йĕкĕт уншăн ывăл вырăнне пулĕ. Назар çинче шанчăк çук. Сĕре пуçтахланса пуçне хумасан та, пурăнма яла таврăнмасть ĕнтĕ вăл. Унсăр та Мăрзабай килйышĕ хуп-ланса лармĕ, йăхĕ татăлмĕ. Ун пулас йăхĕ хĕрарăм тымарĕнчен кайĕ те ĕнтĕ — мĕн тăвăн? Тепĕр чух патша йăхĕ те хĕрарăм енчен сыпăнса юлнă…

Юратнă кĕçĕн хĕрĕшĕн вăл хитререх шăпа хатĕрлес-шĕнччĕ, анчах пăтранчăк самана ун ĕмĕтне татрĕ. Халь тата васкамалла пулса тухрĕ. Смоляковсемпех çырлахма лекет. Санькки Наçтука юратать. Çемьере аслă ывăл. Аш-шĕн пурлăхĕ пĕтĕмпех ун аллине юлĕ. Лавккаçă ĕçĕ — шанчăклă ĕç. Кирек мĕнле самана пулсан та, суту-илӳ хупланса ларас çук. Ас çитерсен, пайталлă ĕç. Асне Санькки çитереймесен, Наçтук хăй çитертĕр.

Çапла шухăшларĕ халь Мăрзабай. Хĕрарăмсем енчен кăна чăрмав ан пултăрччĕ. Кутăнлансан, вĕсене ӳкĕте кĕртме вăхăт çук. Назар таврăниччен венчет тăвас — шăппăн, никама систермесĕр. Хаяр Макар сиссен, Назар патне çын яма пултарать. Смоляковне те çакăн пирки хытă асăрхаттарас…

Çук, ку енчен чăрмав пулмарĕ. Яланах кутăнланакан Укахви, упăшкине тĕлĕнтерсе, хальхинче пĕр турткаланмасăр килĕшрĕ. Еçне хăех майлаштарма пулса, çийĕнчен çапла та каларĕ:

— Шăппăн, вăрттăн хăтлансан та, йăлиие тумаллах. Евчĕ яччăр. Хĕрне ху чăлах вырăс патне кайса сĕнеймĕн ĕнтĕ. Ан хăра, никам сиссе юлаймĕ. Еçне хамах Тимук урлă майлаштарăп. Вăл пире юрасшăн чĕлхине çыртса татса çăтса ярĕ. Лавккаçăпа кĕркуннерение питĕ туслă вăл.

Ак хăçан упăшкин кăмăлне тупрĕ Укахви. Унпа пĕрлешсе ывăлне хирĕç пăлханчĕ. Тĕлĕнчĕ, савăнчĕ Мăрзабай, анчах карчăк ма апла хăтланнине тавçăрса илеймерĕ. Укахви хăй упăшкине хирĕç пăлханма вăрттăн хатĕрленет иккен. Виççĕн каварлашса кил хуçине ура хума шухăш тытнă вĕсем: Укахви, Тимук тата… Кулине. Ахальтен мар юлашки вăхăтра Кулине Трашук еннелле пăхми пулчĕ.

Çапла вара Чулçырмари икĕ килте вăрттăн пĕчĕк туя хатĕрленме пуçларĕç (халь венчетие çеç çырлахса, пысăк туйне кĕркуннене хăварас терĕç). Смоляков пĕртте турткаланмарĕ. Тимук мĕн каланипе пĕтĕмпех килешрĕ:

— Венчет тăвиччен ялта сăмах сарни пулмĕ, — терĕ.

Лавккаçăпа ун карчăкне шанма пулать, — çынран вăрттăн хăтланма тахçанах хăнăхнă вĕсем. Каччипе мĕн тăвас-ха? Çăмăлттай Санькăн чĕлхи шăмăсăр, хăй ăссĕнех çын умĕнче мухтанса пакăлтатма пултарать. Ăна венчете каяс умĕн тин каласан? Юрамасть, каччин кăмăлне пĕлесех пулать.

— Каласси кала, — терĕ вара Тимук, — хăйне венчете кайиччен пĕр-пĕр чăлана е кĕлете хупса ларт.

— Юрĕ, — тавăрчĕ Смоляков, — урама тухма памăп эп ăна. Хамăн килтен тухса çӳремелле пулсан, чăнах та хупса хăварăп.

Наçтукĕпе ашшĕ хăй калаçрĕ. Чее Миттяран çапла майпа çеç хăтăлма пулнине пĕлсен, хĕрĕ те вара турткаланса тăмарĕ. Хăй çапах, пĕччен юлсан, шухăша кайрĕ. Ытти хĕрсем пек качча кайма васкаманччĕ Наçтук, ашшĕ килĕнче тата пĕр-ик çул пурăнасшăнччĕ. Мĕн тăвăн, çапла-тăр çав вăл хĕр шăпи. Ху васкамасан та, атте-анне васкатать.

«Санька çăмăлттайрах пулин те, йăваш каччă. Унпа пурăнма йывăр пулас çук», — шухăшлать Наçтук. Акă вăл арчара чăлт-шурă алă тутри шыраса тупрĕ. Хулара пурăннă чухнех тĕрленĕччĕ. Хула хĕрĕсене кура, тутăрăн тăватă вĕçне тăватă сăмах тĕрлесе хунăччĕ: «Кого люблю, тому дарю». Халь çав тĕрĕ ç.ине пăхса, хăйĕнчен хăй хурлăхлăн кулчĕ хĕр. Кам валли тĕрленĕ-ши, айван, кама юратнă вăл е юратать-ши? Никама та. Пур-ши вăл чăнахах юрату тени? Ун пирки кашни кĕнекерех çыраççĕ. Юрату çинчен юрăра та асăнаççĕ. Пурах пуль çав. Вырăсла та, чăвашла та пĕр савăнса, пĕр хурланса юрлаççĕ ун пирки.

Çураçнă хĕр, шухăша кайса, тĕрленĕ ал тутрине сăтăркаласа ларать. Хăйĕн ирĕкĕпе, савăнсах, каччине юратсах — кама кайĕччĕ-ши вăл? Кама?! Таçтан, тĕтреллĕ инçетран куç умне çепĕç йĕкĕт сăнĕ килсе курăнчĕ. Пĕлтĕрхи хăна сăнĕ мар-и вăл? Çавă. Леонид, пиччĕшĕн ĕлĕкхи тусĕ. Тен, çавна юратма пултарĕччĕ Наçтук? Кĕтмен çĕртен хайхи Леонид Трашукпа пĕр сăнлă пек курăнса кайрĕ… Кĕтмен çĕртен-и? Пĕлтĕр те пĕррехинче çапла курăнманччĕ-и?..

«Мĕскĕн Трашук ман пата çыру çырнă тенĕччĕ Кĕтери, — тинех ун пирки çунакан качча аса илчĕ Наçтук. — Эпĕ ун чух тăрăхласа култăм çеç. Кĕтери уншăн савăнчĕ. Вăл хăй юрататчĕ Трашука. Кама юратсан та — Зар Ехимех тухрĕ.. Апла юратнинчен никама юратманни лайăх, — унтан пĕлтĕр юмăç пăхнине аса илчĕ хĕр. — Суйрĕç пирĕн кĕлеткесем. Кĕтери те пуян килне каймарĕ, эпĕ те вилмерĕм-ха, качча тухатăп ак… »

Пӳлĕме Кулине пырса кĕчĕ.

Наçтук алă тутрине хăпăл-хапăл хуçлатса кĕсйине чикрĕ.

Çул юппинче

Мирски Тимук хуçа хушнипе Хăмăшлана Трашука илме кайрĕ. Тимук хăй кăмăлне çынна палăртмасть, хăй вара Мăрзабай килĕнчи кашни çын кăмăлне питĕ лайăх пĕлет. Трашук кăмăлне те туять вăл. Хăюсăр каччăпа пĕр урапа çинче ларса кнлнĕ чух ним сăлтавсăрах Кулинене хурла пуçларĕ. Трашук пĕр шарламасăр итлесе пычĕ. Хăть хурла, хăть мухта — уншăн пурпĕрех темелле. Хăй вара яла таврăнма хĕпĕртесех килĕшрĕ. Кĕтери качча кайнă, теççĕ, унран халь хăрамалли çук. Наçтука вара питĕ курас килет. Мăрзабай темшĕн чĕнтернĕ-ха Трашука. Телей кунĕ çывхарса килмест-ши?

Тутлă ĕмĕтпе йăпанса пыма намарĕ ăна Тимук.

— Сан пек çамрăк пулсан, эп юлташсенчен юлман пулăттăм, Совет влаçĕшĕн çапăçма кайăттăм, — терĕ вăл. — Сан тусусем пурте кайнă: Яхруш, Унтри; Хветюк та вĕсенчен юлман. Мăрзабай патенче ĕçлесе ыррине кураймăн. Эпĕ те çамрăк ĕмĕре ун патĕнчех ирттертĕм. Улталарĕ вăл мана. Сана та улталарĕ. Кала-ха, Трашук, хуçа сана кĕрӳ тăватăп тесе каламарĕ-и?

Трашук Мирски Тимукпа чĕре уçса калаçма шухăшламанччĕ, халь акă ирĕксĕрех калаçмалла пулчĕ. Тунмарĕ.

— Мана та çапла улталарĕ, — терĕ Тимук, Трашука ирĕксĕрлесе калаçтарнă хыççăн. — Кулине патне киле кĕртĕп терĕ. Халь сана çапла каласа йăпатать иккен. Пĕр ватăлса ларнă хĕр валли икĕ каччă пултăмăр. Эс, айван, Наçтук пирки ĕмĕтленетĕн. Ун хӳрине тытаймăн. Наçтука качча паратпăр. Туя чĕнтерчĕ сана Мăрзабай хуçа. Туйĕнче пулни те саншăн пысăк чыс. Анлантăн-и халь?

Тимукăн çурăк чан пек янракан сасси Трашук чĕрине çурсах ячĕ. Кăшт çеç кăшкăрса ямарĕ вăл.

— Каччи кам? — ыйтрĕ вăл тепĕр самантран.

— Кам пултăр, пирĕн пек тарçă мар, пуян ывăлĕ. Каччин тивĕçне пăхмаççĕ пуянсем. Санькăпа венчете тăрататпăр ыран Наçтука. — Çапла каларĕ те Тимук мĕскĕн каччă çине куç хӳрипе пăхса илчĕ.

«Çук, ачи Кулине пирки тĕлленмест те иккен, — шухăшларĕ вара Тимук хăйĕн шухăшне. — Çапах ялтан кăларса ярасчĕ ăна. Кăмăлĕ ытла çемçешке. Мăрзабай ăна ирĕксĕрлесех кĕрӳ туса хума пултарать».

Яла çитиччен те пĕр-пĕрне тек сăмах чĕнмерĕç вĕсем…

Ытла та хăвăрт, пĕр самантра, улшăнма пултарать иккен çын пурнăçĕ. Çавăн пек самант Трашукшăн та çитрĕ-çитрех. Ана та самана çил-тăвăлĕ тăван ялтан хăйпăтса, таçталла вĕçтерсе кайрĕ. Ĕнер çеç каç еннелле Хăмăшлăран Тимукпа пĕрле яла таврăнчĕ Трашук, паян ак, хĕвел тухнă-тухманах, вăл хула çулĕпе юланутпа кустарса пырать. Каçпа ир хушшинче мĕн-мĕн пулса иртнине тĕплĕн пĕлсе те çитеймерĕ каччă. Каçхине вăл, яла таврăнсанах, амăш патне чупрĕ.

— Мăрзабай патĕнче текех ĕçлеместĕп, урăх ĕç шырама тухса каятăп, — хурлантарчĕ вăл килте пĕчченех юлакан амăшне (вĕсен асламашĕ иртнĕ кĕркунне çĕре кĕчĕ).

Унтан Лешеккине васкарĕ.

… Ольăн хăйĕн хуйхă — Рамашран чылайранпа хыпар çук. Çапах та Трашук кăмăлне уçма тăрăшрĕ вăл, сана юлташусем тем пек кĕтеççĕ терĕ, вĕсене ăçта шырамаллине каласа ăнлантарчĕ.

Ирхине ирех Мăрзабай пурне те пӳрте чĕнсе кĕртрĕ. Шалти пӳлĕме кĕрсен, Трашук алăк патĕнче чарăнса тăчĕ. Наçтук шурă кĕпе тăхăннă, пуç тавра пушкăрт муллин чалми пек шурă тутăр чĕркенĕ. Хăй салхуллă. Юнашар Кулине тăрать. Вал Наçтукпа пĕр сăнлă пек, тути çеç темшĕн Наçтукăнни пек тăртанчăк мар, çӳхе, çăварĕ пысăк. Хуçа Трашукпа пĕрлештересшĕн иккен çак ватă хĕре. Паян та унпа кăмăллăн калаçрĕ Мăрзабай, каллех хуçа пулăн тесе асăнчĕ. Çук ĕнтĕ, Трашук мар, Мирски Тимук хуçа пултăр кунта.

Пурте пухăнсан, турăш умне тăрса, пуççапма тытăнчĕç. Шăп çав вăхăтра Мăрзабай килкартине пĕр ют çын пырса кĕчĕ. Хуçа сасăсăр, куçпа çеç паллă турĕ Тимука. Лешĕ пӳртрен тухрĕ те кĕçех хуçана чĕнсе кăларчĕ. Тепĕр минутран Укахвие те чĕнчĕç. Кулине амăшĕ хыççăн тухрĕ. Шалти пӳлĕмре Трашукпа Наçтук иккĕшех юлчĕç.

Хăюсăр каччăн таçтан тупăнчĕ хăюлăхĕ.

— Сывă пул, Наçтук, ĕмĕрлĕхе сывă пул! — пăшăлтатрĕ вăл. — Паян ялтан тухса каятăп та урăх нихçан та таврăнмастăп. Хальччен калаймарăм, халĕ те пулии калам эппин. Юратрăм эп сана. Емĕрлĕхе юратрăм. Телен пулмарĕ. Хăть эс телейлĕ пул…

Наçтукăн чĕри те, хăлхи те халь çивĕчлемнĕ. Илтрĕ, ăнланчĕ вăл тăлăх чĕре хуйхине. Хĕр каччă еннелле варт çаврăнчĕ, тем калама тăчĕ — калаймарĕ, пĕчĕк тутăр кă-ларса куçне шăлма тытăнчĕ. Çав вăхăтра чӳречерен Трашука килкартине тухма чĕнчĕç. Трашук алăк хăлăпне ярса тытнăччĕ — ăна Наçтук алли пырса сĕртĕнчĕ.

— Ме сана… Мана асăнмалăх парне пултăр, — терĕ хĕр, пăшăлтатса.

Трашук Наçтук панă алă тутрине кĕсйине чикрĕ те пӳртрен чупса тухрĕ.

Наçтук тарăн шухăша кайрĕ: «Телейлĕ пул… »

Телей. Мĕн вăл телей? Тин вăрана пуçланă хĕр чĕри темшĕн ыратса, çӳçенсе кайрĕ…

Тимĕр кăвак ăйăра çунатлă тăрантаса кӳлес вырăнне Йĕнерлеме пуçланă.

— Трашук, ывăлăм, пĕр ĕç туса пар маншăн, — тархасланă пек калаçрĕ Мăрзабай. — Айăр çине ларса хулана кайса кил. Ак нухайкка, шеллемесĕр хăвала. Икĕ сехетрен хулара пулатăн. Çак пакета леçсе парăн. Адресне çырнă унта…

Трашук ним шухăшламасăр, чĕнмесĕр ăйăр утланчĕ. Тимук ăна ăсатма урама тухрĕ, йĕнер хырăмлăхне хытарма тăрăшнă пек пулса, юланутçă илтмелле хăйăлтатрĕ:

— Назар пакечĕ ку. Таллăра та халăх пăлханнă, пирĕн ахвицера хупса лартнă. Анчах вăл чее, эсремет. Малтанах хулана çыру çырса хатĕрленĕ. Пĕр пуяна, хăй инкеке лексен, çырăвне хулана çитерме хушнă. Лешĕ, Мăрзабайсене лайăх пĕлекенскер, пакетне кунта, ашшĕ патне, леçтернĕ. Хуçа мана хулана кайса килме хушрĕ те — эпĕ юри чире петĕм, пилĕк ыратать терĕм. Саншăн тата сан юлташусемшĕн тăрăшатăп. Карательсене пулăшма ухмах мар эс. Тӳрех партизансем еннелле вĕçтер. Вĕсене ăçта тупмаллине чухлатăн пуль. Ахальтен мар эс çĕркаç Лешеккине чупрăн…

«Тем те пĕлет, шуйттан», — шухăшларĕ Трашук, анчах хирĕç сăмах чĕнмесĕрех лашине тапратрĕ.

… Умри çул кĕçех юпленет. Хăш юппипе каяс? Трашукăн пурнăç çулĕ те паян çапла юпленмен-и? Наçтук пиркиех вăл юлташсенчен юлчĕ. Рамаш пĕлсеи, мĕн калĕччĕ-ши? Халь Наçтук та чарса тăмасть. Качча каять вăл, каять мар, кайрĕ темелле. Енерех, паян ирхине те, йĕкĕт ялтан ĕмĕрлĕхех тухса кайма хатĕрччĕ. Наçтука та çапла каланăччĕ. Халь мĕн иккĕленмелли тупăнчĕ тата? Çынна та улталас килмест. Павăл пичче хулана шанса ăсатрĕ вĕт ăиа. Халĕ Назар шăпи ун аллинче. Тимук та вăрттăн сăмахĕсене ырă кăмăлпа каламарĕ пуль, çак… тĕрĕс каларĕ вĕт, эсрел. Айăра çулăн сулахай юппине пăрсан, Назар çăлăнăç кĕтсе илеймест. Наçтукăн пиччĕшĕ вăл. Çав вăхăтрах Рамашăн, Илюшăн, Мишша пиччен, Çимун пиччен тăшманĕ…

Трашук çул юппинче урхамахне ташлатса тăрать: сылтăмалла пăрсан — хула çулĕ, сулахаялла пăрсан — Весукка çулĕ.

«Çук, карательсене пулăшакан çулпа каймăпăр, Рамаш çулĕпе кайăпăр!»

Рамаша питĕ вырăнлă аса илчĕ Трашук. Айăра сулахаялла Рамаш алли пăрнă пекех туйăнчĕ ăна.

Весукка çулĕ çине пăрăнасса пăрăнчĕ йĕкĕт, анчах ăйăра чуптарма васкамарĕ-ха. Тепĕр шухăш аптратать ăна: ултавçăран пуçне лаша вăрри пулатăп-çке капла. Айăра пăрахса, çуран таккас мар-и? Рамашĕ хыçрах ларать пек, хăлхараи пăшăлтатать: «Ан иккĕлен, ухмах. Икĕ çул çăвĕпе Мăрзабайшăн ĕçлесе лаша хакне татрăн эс. Сан ăйăру вăл».

«Мĕне кирлĕ çак тулăксăр ăйăр? — Рамаша хуравланă пек шухăшлать Трашук. — Весуккана çитсен, кирлех мар вăл мана. Чим-ха, Весуккана çитсен, Çимун пиччене тупсан, лаша вăрри пулмастăп вара. Мăрзабай ăйăрне Мăрзабай таврашĕ хуть хăй утлантăр, хуть мучăш патне тавăртăр. Еçĕ те пĕтнĕ. Çапах ырă хуçана улталарăм, ун ывăлне, Наçтукăн пиччĕшне, сутрăм пулать… »

«Çук, улталамарăн, никама та сутмарăн, — пăшăлтатать Рамаш. — Хуçана хирĕç, карательсене хирĕç пăлхав çĕклерĕн эс. Революци çулĕпе пĕр иккĕленмесĕр вĕçтер».

Ак çапла пурăнать-пурăнать те çын пĕр майлă, ним шухăшламасăр, ун умне сасартăк юплĕ çул килсе тухать. Хăш юппипе каймалла, пурнăç шăпине мĕнле татса памалла? Çав самантра вара этем кăмăлĕнчи чи шалти туйăмсем çиеле тухаççĕ, вăйлăраххи çĕнтерет.

Трашукăн мăраланчăк кăмăлĕ паян хытă кисренсе хумханчĕ. Питĕ йывăр самант пулчĕ уншăн çав çул юппинче. Анчах иккĕленчĕк тапхăр иртсен, вăл калама çук çăмăллăн сывла пуçларĕ. Тин вара хĕр парни те аса килчĕ. Тутăра кĕсъерен кăларса, саркаласа пăхрĕ вăл, унта тĕрлесе вырăсла çырнине вуларĕ: «Кого люблю, тому дарю». Иăлашăн çеç тĕрленĕ тутăра кăмăлĕ хушнипех парнелерĕ-ши Наçтук е чĕри вăрканипе çеç пырса тыттарчĕ-ши?..

Трашук шурă тутăра, ачашшăн хуçлатса, кĕсйине чикрĕ, тимĕр кăвак ăйăра пирвайхи хут нухайккапа тивертрĕ те Весукка çулĕпе сĕм вăрман еннелле вĕçтерчĕ.

Загрузка...