III. Вутлă ункăра

Тавра çулсем

Рамаш, арча йăтса çӳре-çӳре, çитмĕл çиччĕмĕш çул юппине çитсе чарăнчĕ. Хальччен пĕр çул юппинче те иккĕленсе тăманччĕ-ха вăл. Теветкеллĕ йĕкĕте иккĕлентерекен çул юппи те тупăнчĕ-тупăнчех иккен.

«Вăтам çулпа кайсан — пуçсăр юлан, сулахаялла пăрăнсан — лашасăр пулан, сылтăм еннелле кайсан — савнине çухатан… »

Ку — юмахра çапла. Пурнăçра та çавнашкалрах мар-ши? Хăш çулĕ вилĕм, хăшĕ телей сунать-ши? Рамаш умĕнчи çул юпписем те виççĕ: сылтăм юппи — Чулçырма çулĕ, вăтамми Куçминккана илсе каять, сулахаййи Якаль еннелле пăрăнать.

Сылтăм юппи илĕртмеллипех илĕртет йĕкĕте.

«Тăван ял çывăхне тинех килсе тухрăм. Тепĕр виç-тăватă сехетрен Ольăна курма пулать, — шухăшларĕ Рамаш. — Кĕтет вăл мана, пĕлтĕрхи çимĕкренпех кĕтет. Эп ун патне çывхарнине сисет-ши ун чĕри? Телейĕм инçех те мар вĕт, мĕнпурĕ те çирĕм çухрăмра çеç… »

Анчах Рамаш çакна та пĕлет: телей çулĕ нихçан та тӳрĕ те çывăх пулмасть. Телей çулĕ — кукăр çул, тавра çул. Тепĕр чух çирĕм çухрăм вырăнне çĕр е пин çухрăм тавра кайма тивет, çакă вара шанчăклăрах та пулать.

Çук, Чулçырма еннелле пăрăнмарĕ йĕкĕт, сулахаялла, Якаль еннелле пăрăнчĕ. Аçта çити кайма шухăшлать-ши Рамаш? Якальпе Самлей урлă кайсан, Сурачăна çитме пулать. Чăваш ялĕсенче чăвашла пĕлекен «усламçă тутар» çынсене тĕпчемесĕрех хыпар пĕлме пултарать. Тен, Чулçырмапа Лешекки хыпарĕсем те хăлхана пырса кĕрĕç. Сурачăн çулĕ уншăн шанчăклăрах та: пушанса пыракан арчапа вăл унта тавар илме каять; таврари сутуçă-усламçăсем ăна туянма пурте çавăнта çӳреççĕ.

Арчи тахçанах пушанпă пулĕччĕ те… «усламçă» ăна пушатма васкамарĕ. Стерлибаша та, Пасарлăяла та кĕмерĕ Рамаш — тавра çулсемпе иртсе кайрĕ. Усламçă арчи хӳтĕлерĕ те ăна, хыпарсем пĕлме те пулăшрĕ. Хыпарĕсем савăнтармарĕç Рамаша: Оренбург каллех Дутов аллине лекнĕ, кăнтăр енчи Урал казакĕсем Атăла çити тапăнаççĕ. Çапах унта шуррисемпе çапăçакан çар Атăл ку енче те пур теççĕ, — Хĕрлĕ Çар! Сурачăнран кăнтăрпа хĕвеланăç енче Чапаев шуррисемпе паттăрла çапăçать имĕш. Çавăнпа Сурачăна тĕллерĕ Рамаш.

Пĕччен çынна инçе çулта юрă пулăшать. Чăваш юррисене сахал пĕлнĕшĕн ӳкĕнчĕ Рамаш, вырăс юррисене чăвашла куçарса юрлама тăрăшрĕ. Пĕр вырăсла, пĕр чăвашла юрла-юрла, Рамаш Якаль вăрманĕ патне çывхарчĕ. Хирти çулпа утнă чух мĕнле юрласан та пыратчĕ: хыçалтан е хирĕç килекен çын таçтанах курăнать. Вăрманта апла мар: «Уй куçлă, вăрман хăлхаллă». Вăрманта «тутар усламçăн» тутарлах юрлас пулать…

Шăрăх пусса çитнĕ çĕре Рамаш вăрмана пырса кĕчĕ. Рамашăн мар, çутçанталăкăн та юррисем улшăнчĕç кунта. Хирти пек шăрчăксĕм чĕриклетни те, тыркассем шăхăрни те илтĕнмест. Шăрăх сисĕнми пулчĕ — сулхăн, ырă. Çĕр çинчи çăтмах çакă пулĕ ĕнтĕ вăл. Анчах халь вăрманта вĕçен кайăк юрри илтĕнмест, пĕчĕк кайăксем çеç чĕвĕлтеткелеççĕ.

Еç вăхăтенче çул çӳрекен сахал. Рамашшăн лайăх та ку, ытла меллех те мар: пĕр-пĕр лашаллă çынна тĕл пулсан, ларса кайма пулатчĕ-и, тен. Усламçă арчи пысăках мар, анчах вăл утнăçемĕн йывăрланса пырать. Ирхине вунă кĕрепенкке туртаканскер, халь пăта çитрĕ пулĕ, каç енне вара икĕ пăтран та иртĕ акă. Чăнах та, Рамаша канма та вăхăт çитрĕ пулĕ ĕнтĕ. Çакăнта таçта Илмен çырми пулмалла. Шывĕ шăнкăртатсах юхатчĕ унăн. Рамаш кăштах астăвать-ха ăна: ку таврана вăл пĕчĕк чух ашшĕпе пĕрле килсе курнăччĕ.

Акă çул анаталла ана пуçларĕ. Çырма айлăмĕ пуçланмасть-ши?

Çырми те, кĕперĕ те Рамаша пĕр кĕтмен çĕртенех курăнса кайрĕç. Шывĕ ку тĕлте шăнкăртатсах юхмасть иккен, хăвалăх хушшинче аран çеç курăнса, лăпкăн сарăлса выртать.

Кĕпер урлă каçсан, Рамаш унталла-кунталла пăхкаласа илчĕ. Канма ырă, тӳлек вырăн. Вăл, çултан сылтăмалла пăрăнса, пĕр-ик утăм ярса пуснăччĕ кăна — такам ăна тутарла чĕнсе илчĕ.

Хăва тĕмĕ айĕнчен пушкăрт сăнлă çын тухрĕ. Шĕвĕр сухаллă, лутра та сарлакарах старик. Мĕшĕлтирехскер. Тата пушкăрт сăнлă пулин те, хăй чăваш пек туйăнать. Ырă çын пулмалла: куçĕсем кăмăллăн пăхаççĕ. Еç çынни ĕнтĕ, анчах хресчен мар пек: кĕпи-йĕмне пиртен мар, пусма-тавартан çĕленĕ. Уринче те çăпата мар, атă.

«Ку, ман атте пек, пĕр-пĕр атă ăсти мар-ши? Аттине хăй çĕленĕ пуль», — шухăшларĕ Рамаш; ун ашшĕ те çакăн евĕрлĕрех лаптăк сăмсаллă атăсем çĕлетчĕ, унăн калăпĕсем çаплаччĕ.

Атă калăпне аса илсен, çыннине те çавăнтах палларĕ Рамаш: лаптак пуçлă калăпсене çав çын парса янăччĕ ун ашшĕне. Вăл: «Хрулкка мучи!» — тесе кăшкăрса ярасшăнччĕ…

«Çыннине палларăм пулин те, кăмăлне пĕлместĕп-ха. Учительте ĕçлекенскер, эсер таврашĕ пулса кайман-ши?» — шухăшларĕ те хăйне хăй чарма ĕлкĕрчĕ асăрхануллă «усламçă».

Çын, ватăлас енне кайсан, сăнран сахал улшăнать. Ача вара ӳснĕçем улшăнса пырать. Ятрус Хрулкки Рамаша пĕчĕк чух курнă. Курнă кăна мар, хăлхине те пăркаланă. Çапах ватти çамрăккине паллаймарĕ, тутар усламçă пирки вăл малтан ним чухлĕ те иккĕленмерĕ. Шлепке, кунчасăр атă пуçĕ. Шăрăх вăхăтра пачах кирлĕ мар жилетка… Тутар ачи пулмасăр, кам пултăр?

Старикпе йĕкĕт шыв хĕрне, хăва тĕмĕсем айне, пĕрле апат çиме ларчĕç. Пĕрне-пĕри сăйлаççĕ хăйсем. Ватти сарăхнă хут çине хура çăкăр, хăяр, çăмарта унчченех сарса хунăччĕ-ха. Çамрăкки вара арчинчен шурă пашалу кăларчĕ. Кун пек кăпăшка пашалу пĕçерме пушкăртсем кăна пĕлеççĕ.

«Пушкăрт ялĕсем витĕр килет ĕнтĕ ку. Тăлăх ача пуль. Çамрăк пуçпах усламçă арчи йăтса çӳреме пуçланă», — шухăшларĕ ватти.

Рамаш, ăна сăнакаласа, тутарла çаптарса ларать. Çавăнтах шикленет хăй. Ку чее старик тутарла калаçма унран та ăстарах пуль, эсрел. Ахальтен мар мулла тесе те чĕнетчĕç ăна. Хăйне тӳрех паллатармалла мар-ши Рамашăн? Ун ашшĕпе туслăччĕ вĕт вĕсем, эсер пулсан та, тен, ытлашши хаярлансах çитмен пуль-ха.

Çапла шухăшласа ларать Рамаш. Ватти пăшăрханни палăрмасть, тĕрлĕ хыпарсем ытларах пĕлме тăрăшать вăл, йĕкĕте çав шутпа калаçтарать. Рамаш Стсрлитамакри ĕçсем çинчен каласа пачĕ. («Çынсем каланине илтрĕм», — терĕ вăл.) Лешĕ сăнран тĕксĕмлеичĕ пек, хăй çавах хĕрлисемпе шуррисен ĕçĕсене сасăпа каласа ырламарĕ те, хурламарĕ те.

Весуккара ӳчительте ĕçлекен Чулçырма çынни ăçта кайма тухнă-ши паян? Весуккаран Чулçырмана ку çулпа çӳремеççĕ — ытла тавра.

«Ман пек юриех тавра çулсемпе çӳрекен çын пулмарĕ-ши ку? Мĕн хайлапа çӳрет-ши? Аçта кайнине ыйтас мар-ши?»

Рамаш хăй шухăшне вĕçне çитерсе ĕлкĕреймерĕ, Якаль енчен утлă ушкăн тăпăртаттарса çывхарни илтĕнчĕ. «Усламçă», хăй те сисмесĕр, кĕлеткепе хăвалăх ăшнелле туртăнчĕ. Ватти те кăртах сикрĕ, йĕкĕте, алăран тытса, хăвалăха шаларах туртса кĕртрĕ.

Кĕпер урлă пилĕк-ултă юланут тĕпĕртеттерсе каçса кайрĕ, çырма леш енчи шултра вăрман хушшинче çухалчĕ.

— Куртăн-и, малай, карательсем ялсем тăрăх мĕнле тустарса-кастарса çӳреççĕ? — ыйтрĕ ватти.

— Эс, бабай, карательсенчен хăратăн-им? Ма пытантăн? — шăл йĕрчĕ хĕпĕртенĕ Рамаш.

— Хамшăн мар, саишăн хăрарăм, — терĕ лешĕ. — Кам эсĕ — мана пĕлме кирлех мар. Тутарла шеп калаçатăн, çавăнтах эс хăшпĕр сăмахсене тутарла мар, пушкăртла çавăрса хуратăн. Çак отрядра пĕр-пĕр тутар пулнă пулсан, вăл сана тĕпчесе тинкӳне кăларнă пулĕччĕ… Пытанма та эс манран маларах упалентĕн-ха, — старик йĕкĕте куçран сăнаса пăхса илчĕ. Рамаш кулса ячĕ, унтан хăй те ваттине тĕлĕнтерсе пăрахрĕ:

— Тавтапуç, Хрулкка мучи! Халь ĕнтĕ пĕр-пĕринчен пытанмасăрах калаçар, — терĕ вăл чăвашла.

Çăмăлкка ача пек шăл йĕрсе каларĕ пулин те, ун шухăшĕ пĕртте çăмăлттай марччĕ. Чăнах та çав, Чулçырмана Хрулкка мучи, Куçминккана кĕрес мар тесе, тавра çулпа каять, карательсенчен Рамаш пекех хăрать, унтан, мĕн каласан та — ун ашшĕн тусĕ. Эппин, Хрулкка мучирен ытлашши асăрханма та кирлĕ мар унăн, вăл пурпĕрех Рамаш суя усламçă пулнине тавçăрса илнĕ. Йăнăшрĕ пулсан та — лешĕ ăна вăрманта пĕччен нимех те тăваяс çук.

Çакăн пек шухăшсем çиçсе иртрĕç Рамаш пуçĕнче хăй Хрулкка мучипе чăвашла калаçа пуçланă вăхăтра. Лешĕ ун сăмахĕсене илтсен, тĕлĕнсе, çӳçенсе кайрĕ. «Усламçă» куçĕнчен тепĕр хут шăтарас пек чăр пăхрĕ те:

— Эс, мыскараçă, ăçтисем, кам таврашĕ пултăн-ха çак? — терĕ. — Чулçырмасем мар пек, Весуккара та кун пек шĕвĕркке çук. Те тутарла вереннĕ чăваш ачи эсĕ, те чăвашла вĕреннĕ пушкăрт ачи…

— Чăваш ачи эпĕ, Хрулкка мучи! Рамаш эпĕ, Тайман Сахарĕн ывăлĕ. Паллаймарăн пулать апла? Эпĕ те сана паллаймастăмччĕ пулĕ те, уру çине пăхсан, калăпна аса илтĕм. Ун пек лаптак сăмсаллă атă калăпĕ тĕнчере урăх çук та пулĕ.

Ваттин хĕсĕк куçĕ, яр уçăлса, хĕвел пек ялкăшрĕ, хăй вара пĕчĕк ачалла савăнса ихĕрсе ячĕ, çамрăкки те унран юлмарĕ. Иккĕшĕ те кулма чарăнсан, малтан Рамаш хăй çинчен ним пытармасăр каласа пачĕ. Ватти ăна пӳлмесĕр, тимлĕн итлесе ларчĕ. Лешĕ калаçма чарăнсан та, труках чĕнмерĕ.

— Апла иккен, — терĕ вăл, ларсан-ларсан. — «Йывăççинчен улми аякка ӳкмест», — тенĕ ваттисем. Хальхи саманара урăхла та пулкалать: ывăлĕ ашшĕне хнрĕç тăрса çапăçать. Сан аçу манран маларах тĕрĕс çул çине тухнă. Эсĕ аçусăр та, хăв тĕллĕн, çав çулпах уттартăн пулать. Маттур! Эпĕ ак, ватсупнă, вăрманта нихçан аташманнине пурнăçра аташса кайнăччĕ. Çутă ăстăнлă çынсем тӳрĕ çул çине кăларчĕç… Юрĕ-çке! Аçу ăçта халь, хыпар илтĕн-и?

— Çук, Хрулкка мучи, хыпар илеймерĕм. Козин юлташ Самартан таврăнаймарĕ. Атте пирки ним те пĕлместĕп.

— Чехсем Самара кĕрес умĕн чугун çул кĕперне сыхлакан отрядра пулнă вăл. Кăяш Тимккине астăватăн пуль? Аçу пирки çав çын каласа пачĕ мана. Ан пăшăрхан, тен, сывах пуль-ха…

«Тен?.. Тен, сывах пуль, тен, ун чĕрине тăхлан сивĕтнĕ пуль», — хурланчĕ Рамаш.

— Эпĕ тĕрĕс çул çине тухни аттесĕрех пулмарĕ, Хрулкка мучи, — терĕ Рамаш, тимлĕ шухăшран татăлса. — Тимкка пиччене итлеме хушса хăварчĕ вăл мана хăй вăрçа кайнă чух. Аçта халь вăл, Тимкка пичче, Авандеев юлташ? Эс пĕлетĕнех ĕнтĕ. Ман ăна тĕл пуласчĕ! Атте вырăнне пулĕччĕ вăл маншăн.

— Ытла васкамасан, тен, тĕл пулăн та, — юптаруллă хуравларĕ ватти. — Емĕтленнĕ çĕре çитме тавра çулсем шанчăклăрах та пулаççĕ. Весуккаран Чулçырмана çитме миçе çухрăм, пĕлетни?

Çамрăкки ваттине куçран пăхса тутине кулăшла чалăштарчĕ.

— Камшăн епле? — юптарчĕ хăй те. — Сирĕншĕн тесен, паян тесен, — хĕрĕхрен кая мар.

— Çапла çав. Анкаруллă йĕкĕт эс, — ырларĕ ватти. — Çавăнпа ытлашши аи тĕпче. Сана мĕн пĕлме кирлине хамах калăп. Ак мĕн пирки иккĕленсе ларатăп-ха: сана Весуккана те тӳрĕ çулпа, те çапах та Якаль урлă кайтарас?

Пур хыпарсене те тăруках пелтересшĕн мар ватти çамрăккине. Çапах отряд пирки, ревком пирки каласах пулать — хăллĕхе ятсене ăсăнмасăр, ревком тĕлне палартмасăр.

Хăвалăх хушшинче тата калаçса ларчĕç тавра çулсемпе таçта васкакан çулçӳревçĕсем. Савăнăçлă хыпарсем те, ревкомăн пăшăрхантаракан ĕçĕсем пнрки те пĕлчĕ Рамаш. Карательсен отрячĕ Каменкăна кĕç-вĕç пырса çитме пултарать. Çавăн пирки хыпар пĕлме пер çын хулана кайнă, Ятрус хăй тăван яла васкать. Рамашăн усламçă çулĕ вĕçне çитрĕ темелле: е тӳрех, е Якаль урлă Весуккана каять ĕнтĕ вăл, унта Яхруша тĕл пулать. Кайран, тен, çамрăк туссене пурне те тĕл пулĕ… Шел, Трашук ялтах юлнă иккен.

— Итле-ха, Рамаш, — терĕ юлашкинчен Ятрус. — Эпĕ хам та ревком вет, эсĕ те революци вут-хĕмĕнче самаях пиçнĕ. Атя-ха, иксĕмĕр канаш тытса, ревком ĕçне васкатар. Якалĕнче те салтака каймалли çынсем карательсене кĕтсе тăман, вăрмана тарнă. Çавсемпе çыхăнаймарăмăр-ха. Вилутравра пытанса пурăнаççĕ имĕш. Шурлăх-путлăх варринчи çав типĕ утрав пирки илтнĕ-и эс? Чим-ха, эп хам ăна Вилутрав терĕм, çынсем Вилмен тесе чĕнеççĕ.

— Илтнĕ. Атте асăнатчĕ ун пирки.

— Çав утрава çитсе вăрманти çынсемпе çыхăнсан, эс ревкомшăн питĕ усăллă ĕç тунă пулăттăн. Эп хам, Чулçырмаран таврăнсан, çавăнта каймаллаччĕ. Анчах та… вăрманта саланса пĕтме е айванланса яла таврăнма пултараççĕ çара янахсем. Унта пурте санран ик-виçĕ çул кăна аслăрах çамрăксем. Çавсене, пиртен хыпар иличчен, саланма е яла таврăнма ан пар. Çĕрле яла апат илме каякансене ан чар. Иккĕн-виççĕн асăрханса кайса килччĕр.

«Якаль урлах каймалла пулчĕ нккен. Яла арча йăтсах пырса кĕрес. Юлашки тавара суткаланă чух, тен, аккана тĕл пулăп. Ыттине ун урлă пĕлме тăрăшăп вара», — шухăшлать Рамаш.

— Стерлитамакран кунта çитме пĕлннне Вилутрава та çитĕн, — тет малалла ватти. — Çав ялта асăрхан. Темен кукку патне ан кĕр. Куштан та усал старик. Хĕрлĕ Ваççапа туслă.

— Тĕве куккана эп лайăх пĕлетĕп, — кулса ячĕ Рамаш. — Ун пек кутăн çын тĕнчере урăх тупаймăн.

«Акка пирки асăнмарĕ — пĕлмест пулас», — шухăшлать Рамаш.

— Тата акă мĕн, — сăмахне каласа пĕтермен-ха Ятрус. — Якалĕнче пĕр коммунист та юлмарĕ. Çиччĕнччĕ вĕсем. Пурне те тăшмансем пĕтернĕ. Апла пулин те вăрмантисем хушшинче икĕ шанчăклă çын пурах: пĕри чăваш, Шур Пракань ятласкер, тепри вырăс, Ларион Дятлов. Малтан çавсемпе паллашса туслаш. Ревкомран çын пырасса кĕтĕр. Çав вăхăтрах сыхлăх пирки те ан манăр. Карательсем паян тесен паян килсе çитме пултараççĕ. Вĕсене çул кăтартакансем те тупăнĕç.

— Сиртен связной пырасса кĕтмелле-и вара пирĕн? — кăшт шухăша кайса чĕнчĕ Рамаш. — Эсĕр Чулçырмаран таврăнса ревкомпа çыхăниччен (вăл юнашарах мар пуль-ха), сиртен пирĕн пата çын килсе çитиччен, темиçе кун иртĕ. Çав хушăра пирĕн çăлăнăç утравĕ чăнах та вилĕм утравĕ пулса тăмĕ-и? Карательсем пĕртен-пĕр сукмака питĕрсе лартĕç те… Çук, ман шухăшпа таркăнсене хăвăртрах урăх çĕре куçарас пулать.

Ваттин кăмăлĕ уçăлсах кайрĕ: ку йĕкĕте вĕрентме кирлĕ мар иккен.

— Юрать, — терĕ вăл. — Çав аирашнă сурăх кĕтĕвне хăвна пăхăнтарма пĕлсен, урăх çĕре ертсе кай, эппин. Вара эсир мар, эпир сиртен çын кĕтĕпĕр. Кам та пулин ман пата Весуккана эмелленме пытăр. Тата тепĕр сăмах çеç: Самлейпе Весукка хушшинчи вăрмаиа пирĕнпе çыхăниччен ан кайăр.

Юлашкинчен ватти ревком парольне каларĕ.

Рамаш икĕ çыру çырса хатĕрлерĕ: пĕрнĕ — Трашук патне, теприне — Оля патне. Оля пирки Хрулкка мучипе калаçма вăтаннăран вăл икĕ çырăвне те, нĕр хутпа чĕркесе, Трашука пама хушрĕ.

Вара вĕсем çул çине тухрĕç те иккĕш те ик еннелле çул тытрĕç. Рамаш Хрулкка мучи кĕпер урлă каçса вăр-мана кĕрсе кайичченех çурçĕр еннелле пăхса тăчĕ. Унтан: — Эх, тавра çулсем! Телей пĕр енче, ăна тупас тесен, тепĕр еннелле каймалла акă, — терĕ те, тутарла юрласа, кăнтăр еннелле танккарĕ.

Вутлă ункăра

Çамрăк Совет çĕршывĕшĕн юнлă кунсем çитрĕç, революцин чи йывăр, чи асаплă тапхăрĕ пуçланчĕ. Виçĕ кун хушшинче иртсе каймарĕ вăл, виçĕ çула пычĕ…

Шалти контрреволюципе çĕршыв тулашĕнчи тăшман пĕрлешсе Российăри революцие пăвса вĕлерме шутларĕç.

Тĕнчери капитал хушиипе чехсен экспедициллĕ корпусĕ Совет влаçне хирĕç пăлхав çĕклерĕ.

Çав контрреволюциллĕ пăлхавăн инкекĕ чи малтан Пензăпа Самар кĕпĕриисене тиврĕ.

Çамрăк Совет влаçне хӳтĕлеме малтанхи тапхăрта йышлă та вăйлă çар çукчĕ. Çавăнпа шурă чехсен аллă пинлĕ çарĕ виç-тăватă уйăх хушши ирĕккĕн алхасрĕ, ытти шурă çарсене вăй илме, Мускав енне талпăнма май пачĕ.

Анчах çарсăр Совет влаçне хăвăрт аркатса тăкма шутланă тăшман йăнăшрĕ. Ленин партийĕ чĕннипе рабочисемпе чухăн хресченсем пĕтĕм çĕршывĕпе хăйсен влаçне хӳтĕлеме çĕкленчĕç, тем тери вăйлă шалти-тулти тăшмана та парăнмарĕç.

Самарти революциллĕ вăя вунă хут вăйлăрах тăшман вăхăтлăха çĕнтерчĕ, анчах ăна пĕтĕмпе аркатма, пĕтерсе лартма пултараймарĕ.

Чехсем, шалти тăшман пулăшннпе, çĕрле хулана кĕрсен, тӳрех паллă вырăнсене тĕллеиĕ: вокзала, сыхлăх штабне, коммунистсен клубне… .

Сыхлăх штабĕнчи латышсен отрячĕ клубри ревком членĕсене пырса çăлма мар, хăй те çăлăнайман. Вăтăр-хĕрĕх коммунист штаб умĕнче паттăрла вилĕмпе вилнĕ. Клубри çынсем пĕртен-пĕр çулпа çеç хăтăлма пултарнă, çав çула вĕсене Тайман Сахарĕпе калаçнă рабочи кăтартса пачĕ.

Тепловăн пĕчĕк отрячĕ, ревком хушса янипе, Куйбышева пристане çитерсе, пăрахут çине лартма пикенчĕ. Урамсенче ушкăн-ушкăнăн килсе тухакан тăшман умне гранатăсем ывăтса, вутлă хӳме тăратрĕ. Çапла Самар рабочийĕсем хăйсен юратнă руководительне Атăл хĕррине çитиччен хӳтĕлерĕç. Теплов хăй виç-тăватă хĕрлĕ гвардеецпа пристань çумĕнчи урамра вунă-вунпилĕк минут тăшмана чарса тăчĕ. Юлашкинчен пĕччен юлнăскер, вăл пĕр картишне кĕрсе пытанчĕ. Теплов пек çапла аран çăлăнкаланă хăшпĕр ревком членĕсем тăшман аллине лекнĕ хулара вăрттăн ĕçлеме юлчĕç.

Паллах, клубра юлнă коммунистсем çăлăнăç кĕтсе илеймер.ĕç. Шурă флаг тытса, алăка уçса урама тухмалла пулчĕ вĕсен. Чехсем клубра Куйбышева тупайманшăн пăшăрханнипе ыттисене палласа-тĕпчесе тăмарĕç, пурне те ушкăнĕпе тĕрмене ăсатрĕç.

Куйбышев, «Межень» пăрахут çине ларса, Сенгилей таврашне çитрĕ. Унта вăл Хĕрлĕ Çар отрячĕсене çирĕплетрĕ, Атăл çинче çар флотилийĕ туса, ăна Ставрополь таврашне ăсатрĕ, Чĕмпĕр хулине чехсенчен хӳтĕлеме хатĕрленчĕ.

Элеватор таврашĕнче çапăçнă Гай отрячĕ те, пристань еннелле йĕркеллĕ чакса, юлашки пăрахут çине ларма ĕлкĕрнĕ.

Сенгилей таврашĕнчи ĕçсене йĕркеленĕ хыççăн Куйбышев Гай отрядне çавăнта хăварчĕ те, хăй Чĕмпĕре Тухачевскипе тата Варейкиспа канаш тума кайрĕ. Кĕçех Ĕпхӳ енчен Подвойский юлташ та пуйăспа Чĕмпĕре пырса çитрĕ.

Подвойский чи малтан Куйбышева хăй патне чĕнсе илчĕ. Куйбышев ăна Самарти хурлăхлă ĕçсем пирки тĕплĕн каласа пачĕ, унтан Чĕмпĕрпе Сенгилей таврашĕнчи фронта командовани епле çирĕплетме шухăшлани çинчен пĕлтерчĕ.

Куйбышев калçма чарăнсан, Подвойский, сăмах чĕнмесĕр, чылайччен вакун тăрăх утса çӳрерĕ, унтан, чӳрече витĕр Сĕве шывĕ еннелле пăхса, тарăн шухăша кайрĕ. Мĕн шухăшларĕ-ши парти Тепкомĕи полномочийĕпе килнĕ таса та çирĕп кăмăллă большевик? Самар большевикĕсем тунă йăнăшсем çинче-ши е тата хăй Самарта пулнă чух тунă йăнăшсем пирки-ши?..

Хăй мĕн шухăшланине Куйбышева каламарĕ вăл, анчах кăмăлĕ пăртак пусăрăннă хыççăн Чĕмпĕрти командованин планне ырларĕ, Самар ревкомĕн малашне мĕн тумалли çинчен çирĕп сасăпа лăпкăн сăмахларĕ.

Унтан Подвойскипе Куйбышев уйрăлчĕç. Иккĕшĕ те дăйсен ĕçне малалла тума çав кунах Чĕмпĕртен тĕрлĕ еннелле тухса кайрĕç. Подвойский Мускава Атăлпа Урал таврашĕнчи ĕçсем пирки Ленина каласа пама васкарĕ…

Валериан Владимирович, хальччен çар çынни пулманскер, революци хушнипе, Хĕрлĕ Çарăн паллă деятелĕ пулса тăчĕ. Çав кунран пуçласа мĕн граждан вăрçи пĕтичче-нех Хĕрлĕ Çара çирĕплетсе ăна политикăпа çапăçу ăсталăхĕ тĕлĕшĕнчен тĕрĕс ертсе пыракансенчен пĕри пулчĕ вăл.

Самар ревкомĕ саланмарĕ. Ревком членĕсем, хулара юлманнисем, Чĕмпĕрте пухăнчĕç. Çĕнелнĕ Самар ревкомĕ Чĕмпĕртен Инза таврашне, каярахпа каллех Атăл çине, Покровск хулине куçрĕ, Самарта вăрттăн ĕçлеме юлнă коммунистсемпе çыхăнма пикенчĕ, кĕпĕрнери пур революциллĕ вăйсене пухса чăмăртама тăрăшрĕ.

Çыхăну ĕçĕ те коммунистсемшĕн çăмăл пулмарĕ. Нимрен хăрамасăр паттăр ĕçлекен связнойсенчен чылайăшĕ, тăшман аллине лексе, революцишĕн пуç хучĕç. Вăрçа каякан çынсене чей ĕçтерекен хĕр сăнлă хĕрарăм, Мария Авейде, çав паттăрсенчен пĕри пулчĕ. Самарта вăрттăн ĕçлесе, таçти-таçти ревкомпа çыхăну тытса тăнă вăл. Ана шуррисем кĕске вăхăтрах темиçе хут арестлесе тĕрмене хупнă. Тĕрмерен икĕ хутчен тарма пĕлнĕ Авейде. Юлашкинчен Çĕпĕре ăсатнă çĕртсн, «вилĕм пуйăсĕ» çинчен, тарнă. Çапах Хĕрлĕ Çар татăклă çĕнтернине курса юлаймарĕ çак ырă кăмăллă, паттăр хĕрарăм. Колчак вăхăтĕнче Екатеринбург хулинче тăшман разведки ăна йĕрлесе тупнă та тĕрмере асаплантарса вĕлернĕ…

Подвойский Атăл таврашĕнчен Мускава таврăнсан, пĕр-икĕ эрнерен, унта революци шапишĕн татах та пысăкрах хăрушлăх сиксе тухрĕ. Тен, çавăн чух Подвойский юлташ Самарта пулса иртнĕ ĕçсене аса илчĕ пуль, тен, çав йăнăшсене тĕпрен шута илсе, вĕсемие, паллах, Ленинпа пĕрле, тĕрĕс усă курма пĕлчĕ пуль…

Николай Ильич Подвойский хăйне хăй «революци салтакĕ» тет. Революци вара хăйĕн салтакне темле генералсенчен те çӳле çĕклерĕ. Вăрçă ĕçне ятарласа вĕренмен пулин те, вăл, çирĕм çул хушши революци ĕçĕшĕн кĕрешсе, çапăçса, ĕçре-вутра пиçнĕ. Ленин сĕннипе ăна Совет правительстви Хĕрлĕ Çар йĕркелесе çирĕплетме хушать. Çапла, Подвойский юлташ Совет влаçĕшĕн чи йывăр тапхăрта Хĕрлĕ Çарăн тĕи инспекторĕ пулса тăнă.

Хĕрлĕ Çар. Вăл йышлă мар-ха. Унта хăйсен ирĕкĕпе çырăннă салтаксемпе рабочисем çеç. Тăшман пур енчен те хупăрласа килет. Ун çарĕсем лайăх хĕçпăшалланнă, вăрçă ĕçне хăнăхнă. Тăшмана хирĕç Совет влаçĕн питĕ йышлă та вăйлă çар тăратмалла. Ĕçхалăхĕ тăватă çул çапăçса ĕшеннĕ. Çавăнпа Совет правительстви Хĕрлĕ Çара салтаксене мобилизаципе чĕнтерес закон кăларма васкаман. Çапах та васкама вăхăт çитрĕ ĕнтĕ. Самани васкатать.

Çăва тухнă çĕре, чехсен пăлхавĕ пуçлансан, вутлă ункă Мускава пур енчен те çавăрса илчĕ, пăчăрта пуçларĕ.

Çав йывăр вăхăтра сутăнчăк сулахай эсерсем, Совет правительствинче болыиевиксемпе пĕрле ĕçлеме пулнăскерсем, революцие вăрттăн шалтан аркатма хатĕрленнĕ.

Мускавра Советсен пиллĕкмĕш съезчĕ ĕçлет. Съездра сулахай эсерсем сахал мар. Правительствăра та пур-ха вĕсем. Хăйсен контрреволюциллĕ шухăш-кăмăлне пытарса, питĕ чее ĕçлеççĕ. Ленин умĕнче питĕ йăпăлтн пулнă вĕсем. Хăшĕ-пĕри унпа калаçнă чух «Икĕ партие халь пĕрлештермелле ĕнтĕ. Эпир, Совнаркомра пĕрле ĕçлесе, туслашса кайрăмăр», — тенĕ. Ленин çав йăпăлтисене ĕненсех çитмен, çапăх та уншăн хăшĕ тӳрĕ кăмăллă çын пек курăннă.

Июлĕн улттăмĕшĕнче, съездра пысăк перерыв пуçлансан, Ленин хăйĕн Кремльти кабинетне таврăнчĕ. Паян ырă мар хыпарсем хура çăхансем пек умлă-хыçлă вĕçсе килессе кĕтменччĕ вăл. Хунхă-суйхă ахаль те нумай. Продовольстви ыйтăвне татса памалла. Ялта чухăнсене пĕтĕçтерсе, социализмлă революцие хирĕç çĕкленекен кулаксемпе кĕрешмелле. Шалти контрреволюцие пусарма, интервентсене çĕнтерме йышлă та вăйлă çар кирлĕ. Революци çарне пĕтĕмпех çĕнĕрен тăвас пулать…

Ленин съезд умне çак задачăсене лартнă. Виççĕмĕш кун ĕçлет съезд. Тарăн шухăша кайса, пӳлĕм тăрăх утса çӳрерĕ Ленин, сĕтел патне пырса тăчĕ, ал тупанĕпе çамкине сăтăрса илчĕ.

«Пăчă паян. Аслатиллĕ çумăр пулать ахăр», — шухăшларĕ вăл.

Аслатиллĕ çумăрĕ Мускавра çав кун чăнах та пулчĕ. Анчах çанталăкран маларах самани кĕрле пуçланă. Виçĕ тĕлте виçĕ усал ĕç пуçласа янă паян эсерсем. Виçĕ усал ĕçĕн пĕр тĕллев: шалти тăшман, пăлхав çĕклесе, Совет правительствине арестлеме, Ленина вĕлерме палăртса хунă.

Виçĕ усал ĕç пĕр самантрах пуçланнă пуль — хыпарĕсем Кремле черетленсе çитрĕç. Съездран апатланма килнĕ Ленин хăйĕн кабинетĕичен тепĕр кунччен те тухаймарĕ.

… Паян Ленинăн хăрушă хыпарсем çине-çинех илтме тиврĕ. Çĕнĕрен те çĕнĕ çырусем çырчĕ вăл. Çав çырусем, кăтартусем Хĕрлĕ Çар штабне ялан сыхă тăма хистерĕç, Мускав рабочийĕсене алла хĕçпăшал тытма васкатрĕç.

Подвойский юлташăн кабинетне çитнĕ пирвайхи хыпарсенчен пĕри Ленин çырăвĕ пулчĕ. Эсерсем, провокаци тăвас шутпа, нимĕç посолне вĕлернĕ-мĕн. Çапла хăтланса, Германи çарĕпе çĕнĕрен вăрçă пуçласа ярасшăн вĕсем. Гарнизон сыхлăхне çирĕплетмелле, вăл хуть те мĕнле хăрушлăха та хирĕç тăма хатĕр пултăр.

Малтанхи ырă мар хыпар хыççăн тепри, тата хăрушăраххи, пырса çитрĕ.

Ярославль хулинче эсерсем пăлхав çĕкленĕ. Совет членĕсене пурне те вĕлернĕ, паллăрах коммунистсене, çĕр тăхăр çынна, Атăла путарнă. Паллах, тăшмансем унта, фронт уçса, чехсемпе пĕрлешесшĕн. Икĕ усал ĕç пĕр вăхăтра сиксе тухни — ăнсăртран пулнă япала мар. Ярославль! Мускавран виççĕр çухрăм та çук. Вутлă ункă Мускав тавра пăчăртанатех… Кун пирки Подвойскине уйрăм ăнлантарса пама кирлĕ мар, хăех чухлать.

Çавăнтах телефон шăнкăртатрĕ, трубкăра Ленин сасси илтĕнчĕ:

— Халех Ярославль хулинчи пăлхава пусарма приказ парăр. Мĕнпур вăя пухса, çавăнта ăсатăр. Кашни сехетрен мана пĕлтерсе тăрăр.

Хĕрлĕ Çар штабĕнче хĕрӳ ĕç пуçланчĕ. Антонов-Овсеенкăпа Подвойский, Вацетиспа Данишевский ларма-тăма пĕлмеççĕ. Хĕрлĕ Çарăн пĕртен-пĕр резерви — рабочисем. Вăйлă резерв. Революцн вăйе иксĕлмен-ха. Анчах… анчах тăшман лăпланмасть. Тӳрех революци чĕрине тĕллет.

Иккĕмĕш хыпар хыççăн виççĕмĕшĕ, тата хăрушăраххи, сиксе тухрĕ. Попов отрячĕ, Мускавра пăлхав пуçласа, Кремль таврашĕнче чылай пысăк район çавăрса илнĕ. Пăлхавçăсем Дзержинский юлташа арестленĕ, гарнизонри салтаксем хушшинче эсерла агитаци пуçланă, çара хăйсем енне çавăрма, ăна Совет влаçне хирĕç яма хăтланнă. Çав хьшарпа пĕрлех Хĕрлĕ Çар штабие Ленин çырăвĕ пырса çитрĕ:

«Подвойский юлташ мана халех Мускав гарнизонĕнчи ĕçсем çинчен тата контрреволюциллĕ пăлхава мĕнле майпа пусарма хатĕрленни çинчен личнă хăй килсе пĕлтертĕр».

Революци шăпи, чăн та, хальччен кун пек хăрушлăхра пулман. Подвойский кун каçиччен темиçе хут та Ленин кабинетĕнче пулчĕ. Хĕрлĕ Çар штабĕ пăлхавçăсене аркатма хатĕрленет. Ленин çине-çинех кирлĕ кăтартусем парать. Тул çутăлнă çĕре Подвойский, Вацетис, Данишевский, — пурте пĕрле Ленин патне пырса, хăйсен ĕçĕсем мĕнле пынине пĕлтерчĕç.

Ленин командовани планне ырларĕ, çавăнтах тата канашсем пачĕ, операци туса ирттерме ăнăçлăрах вырăнсене кăтартрĕ. Вăл артиллери пирки тăхтама хушрĕ: «Мускавра, тен, тупă кĕрлеттермесĕрех хăрушлăха сирсе яма пулĕ», — терĕ.

Ленин кабинетра пĕччен юлчĕ. Хушăран унăн помощникĕсем кĕре-кĕре тухаççĕ, сĕтел çине донесенисем хурса хăвараççĕ. Телефон ĕçлеми пулнă, телефон станцийĕ тăшман аллинче.

Сасартăк çывăхрах снарядсем çурăлни илтĕнчĕ. «Артиллери. Тӳрех Кремле тĕллесе переççĕ», — шухăшларĕ Ленин.

Вăл уçă чӳречерен пырса пăхрĕ. Енерхи аслатиллĕ çумăр хыççăн çанталăк уяртса янă. Мускав шывĕ енчен уçă сывлăш килет. Ленин хыпăнса ӳкнĕ пек пулчĕ, юнашар пӳлĕме тухса, унта ĕçлекен çынсене лăплантарма тăрăшрĕ. Ним пулман пекех вăл:

— Тепĕр çур сехетрен, шăп пиллĕкре, Совнарком ларăвĕ пуçланать, — терĕ.

Акă кабинетра, чĕрене кăрт сиктерсе, тахçанах шарлами пулнă телефон чăнкăртатса илчĕ. Ленин, васкаса, телефон патне пычĕ, трубкăна илсе пăртак итлерĕ те телефон станцийĕнчен ырă хыпар пĕлтерекен юлташпа хаваслăн калаçма пуçларĕ…

Пирвайхи савăнăçлă хыпар: телефон станцийĕ каллех пирĕн алăра. Ленин телефониста тав турĕ те хăйне Вацетиспа çыхăнтарма хушрĕ. Унтан Хĕрлĕ Çар командованине çапла хушрĕ:

— Эсерсем пире çул кăтартса пачĕç. Хăйсене те артиллери вучĕпе çунтарăр. Тупăсемпе пеме ирĕк паратăп…

Çапла, Ленин хăй ертсе пынипе, революцин шанчăклă паттăрĕсем, Хĕрлĕ Çар командирĕсем хăвăрт ĕçленипе, эсерсен пăлхавне сарăлма памарĕç, çийĕнчех пусарса хучĕç.

Çапах ку вăл юлашки хăрушлăх мар…

Пин. те тăхăрçĕр вунсаккăрмĕш çулăн çурри кăна иртнĕ-ха. Хăрушлăхсем революци малашлăхне те, Ленинăн кунçулне те кашни кĕтесрех кĕтсе тăраççĕ.

Икĕ философ

Мулла Анукĕ ĕлĕкрех ашшĕ килнипе кайнине асăрхамастчĕ те тейĕн. Ашшĕ уншăн пăшăрханмастчĕ. Ачашлăх тени çукчĕ вĕсем хушшинче. Паян Апука тем пулчĕ, ашшĕне курсан, вăл хурланса макăрса ячĕ. Унтан ăна Шатра Миккапа Палие епле хĕнесе асаплантарни çинчен каласа пачĕ. Ашшĕ халь тин хĕрĕн кăмăлне туйса илчĕ. Вăл мĕншĕн йĕнине пĕлсен, хĕрĕнчеп пытарас мар терĕ.

— Ан макăр, Анук. Иккĕшĕ те сывалчĕç. Микка сана салам калама хушрĕ. Тата тепĕр çын салам каларĕ, Тимĕркке шăллĕ, пĕлетĕн пуль, — йăпатма тăрăшрĕ хĕрне Ятрус.

— Çĕр çăттăр! — çухăрчĕ халь кăна куççуль тăкса ларакан çамрăк хĕрарăм. — Эс, атте, вĕсем ăçтине пĕлетĕн-и?! Халех Праскипе Хвекле инкене кайса савăнтарам…

— Ан çатăлтат-ха, чакак хăраххи. Ку хыпарсем пирки никампа та ан калаç. Ермишкене хамах систерĕп, — чарчĕ Анука ашшĕ.

Трашук çухални çинчен пĕлсен, старик ним тума аптрарĕ. Унтан, хĕрĕпе вăрттăн ĕçсем пнрки калаçиă хыççăн, Рамаш çырăвне Анука парса хăварас терĕ. Тен, Трашукĕ яла таврăнĕ-ха…

Ашшĕ Шалтикаса авалхи тусĕ патне хăнана кайсан, Анук Рамаш çырăвне уçмасăр тӳсеймерĕ. Çыру ăшĕнчен тепĕр çыру тухса ӳкрĕ. Лешеккинчи хĕр валли. Рамаш хĕрĕ çинчен Анук илтнĕччĕ.

«Праскисене савăнтарса пулмарĕ, эппин, майра хĕрне кайса савăнтарам хуть», — терĕ те вăл, Лешеккине тухса вĕçтерчĕ…

Ай, пăтранать те самани! Пуп чиркӳре никама мухтав юрри юрлама аптранă. «Христоса юратакан çара çĕнтерӳ кӳр!» — тесе юрлатчĕ пĕр вăхăтра. Халь вара Раççейĕн çарĕ те çук темелле. Çарĕ çук, çаиăçу нумай. Тăван çĕршывăн тулти тăшманĕпе мар, хамăрăннисемех пĕр-пĕринпе çапăçаççĕ.

Пĕр çемьери гăвансем те пĕр-пĕринпе хирĕçсе-хирĕлсе пĕтнĕ. Назар Çимуна вĕлерес тесе йĕрлет имĕш. Вăл, яла килсе, килти ĕçсене те нăсса хăварчĕ. Çавна пула Мăрзабайăн хăйĕн юратнă хĕрне качча туйсăр-мĕнсĕрех памалла пулчĕ. Наçтукăн пурнăçĕ тепле пулчĕ ĕнтĕ. Аванах мар, ахăр; урамра тĕл пулсан, сăмах чĕнмест. Килсе те çӳремест. Смоляковсем патне вара Мăрзабай хăй каймасть. Васкарах пачĕ çав. Назарĕ килмерĕ те вĕт Таллăран. Халăх тыткăнĕнчен темле хăтăлса, тӳрех Хусана сирпĕннĕ. Таллăра та карательсене пулăшакан фалылинсем тупăннă пуль çав. Тăван ывăлĕнчен хăраса, юратнă хĕрĕн ĕмĕрне хăртрĕ вĕт.

Каярахпа Мăрзабай тепĕр йăнăш туса хучĕ. Чăнах та, Трашука мĕншĕн хулана ячĕ-ха вăл, ватсупнă, ухмах? Чехсен аллине лекмен пулсан, пырĕччĕ хуть. Вĕсем ярса тытнă пулсан вара, ăйăрне ытараймашшпе хăйне те хупса лартрĕç пуль… Тата — персе вĕлерме те пултарнă Назар хăраххисем.

Тимук ун чух хайлана печĕ пуль. Хулана хамăн каймаллаччĕ пĕрех хут… Тупата туршăн, ман телее, Трашук таврăнсан, ăна çав кунах киле кĕртеи, кĕрӳ тăвап! Мăрзабай ăрăвĕ Çăпата Михалин ăрăвĕпе хутшăнса çĕнелтĕр, çĕнĕ тымар ятăр…

Кил хуçи паян ирхине килне пĕччен юлнă та çак шухăшсемпе асапланса ларать. Акă вăл, урăх ĕçес мар тенĕ çĕртех, шкап патне çывхарчĕ. Эрех кĕленчи вара хăех сĕтел çине тухса ларчĕ тейĕн.

«Чĕртес-ши мухмăра, чĕртес те мар-ши? Чĕртес, эппин, анчах юлашки черкке пултăр. Пуçа саманинчен ытла хăмла пăтратать пуль», — шухăшлать хуçа.

Мăрзабай çаила пирвайхи черкке умĕн шухăшларĕ. Тепĕр черкке ӳнĕнтерсен вара урăхла шухăшла пуçларĕ. Ара, ĕçмесен, иурăнма кичем. Каллех пăтранчăк самана айăплă. Айăпне-сăлтавне тупнă хыççăн виççĕмĕш черкки хăех тулса ларчĕ. Пĕр ĕçме тытăнсан, сăлтавĕ тупăнать. Хуçа виççĕмĕш черкке ӳпĕнтернĕ хыççăн юрă ĕнĕрме пуçланăччĕ, çав вăхăтра кĕтмен çĕртен хăна пырса кĕчĕ.

— Саламалик, ман килес, Павел Алексеевич! — терĕ вăл алăк урати урлă каçнă май.

Хуçа пĕр самант куçне чакăртса пăхса ларчĕ. Унтан, пуканне йăвантарса ярса, сиксе тăчĕ, сасартăк шывланнă куçне ал тӳрчĕпе шăлса илчĕ те урай варринелле утса тухрĕ.

— Аçтан татăлса антăн, тусăм, пĕртенпĕр юратнă тусăм, Хрулкка, хисеплĕ Фрол Тимофеевич! Турă çук, тетĕн. Пурах пуль çав турри. Вăл кăна пĕлет: эс маншăн çут тĕнчере чи хаклă çын…

Хуçа хистенипе хăна сĕтел умне, пукан çине, пырса ларчĕ. Пĕр черкке унăн та ĕçмелле нулчĕ. Унтан вăл:

— Ытти — ытлашши пулать, — терĕ те, куçне култарма тăрăшса, хуçана ӳкĕтле пуçларĕ. — Сан патна ĕçме мар, калаçса ларма килтĕм. Сана та çитнĕ, Павел Алексеевич. Эс, патша пек, пĕччен ĕçме вĕрентĕн-им? Ан çиллен тӳрĕ сăмахшăн. Эп санран кăшт аслăрах, тус кăна мар, пиччӳ те пулатăп. Елĕкрех Лев Толстой çырнисене юратса вулаттăн эс. Астăватни: пур инкек те çавăнтан килет, тенĕччĕ çав шур сухал.

— Лев Толстой вилнĕ. Ун пек пысăк çынсем те вилеççĕ çав. Эпĕ те вилеп. Эсĕ те вилен. Мĕн юлать пиртен çут тĕнчене? Манран Назар юлать, диктатор. Санран Анук юлать, ачасăр тăлăх арăм. Эпĕ халь сан пек е Толстой пек философ пулса кайрăм, ача, — сӳпĕлтете пуçларĕ Мăрзабай.

— Эс те философ, эп те философ, философсем кăмăшка ĕçмеççĕ, — терĕ те хăна, сĕтел çинчи кĕленчепе черккесене илсе, шкапа кайса лартрĕ. — Икĕ философ пулса ĕлĕкхи пек калаçар-ха кăшт.

Хуçа сĕтел хушшинче çамкине ал тупанĕпе сĕркелесе ларчĕ-ларчĕ те, сухал витĕр ăшшăн кулса, ура çине тăчĕ.

— Каçар мана, Хрулкка. Чун тарăхать. Ак çак çырăва вуласа пăх-ха эсĕ. Тен, Мăрзабай мĕншĕн тарăхнине ăнланса илĕн. Эпĕ, пит-к-уçа çуса, кăшт уçăлса килем-ха. Манăн та санпа урă пуçпа калаçас килет.

Мулла Хрулкка Мăрзабай тухнă хыççăн хут вулас вырăнне шухăша кайрĕ:

«Павăл — ман авалхи тусăм. Халь вара тăшман та пулма пултарать. Туссем кăна мар, пĕртăвансем пĕрне-пĕри хирĕç тăрса çапăçаççĕ халь: пĕрисем — ирĕк пурнăçшăй, теприсем — харпăрлăха хӳтĕлекен кивĕ йĕркешĕн. Эпĕ хам та авалхи тус патне вăлтса калаçма, хыпар пĕлме килтĕм акă. Эс манпа ытлашши ан калаç, эпĕ большевик тесе калаймăн вĕт ăна. Ултавçах пулса тăтăм. Анчах уншăн чыссăр çын пулмăп-ха эпĕ. Халăха пулăшас, ăна телейлĕ тăвас ĕç чыссăр пулмасть. Пуянсемпе çывăх çын кăмăлне тĕрĕслесе, ун урлă хыпар пĕлме тăрăшнй усал ĕç мар. Мăрзабай Çимунĕ пирĕн майлă. Вăл та мучăш кăмăлне маи пекех пĕлме тăрăшĕччĕ. Павăл хăй те, çамрăкрах пулсан, тен, пурлăхран хăпса, пирĕн еннелле çаврăнса ӳкĕччĕ. Халь çаврăнаяс çук. Мĕн пулсан та, хуçа кăмăлĕ хытса ларнă унăн. Çапах та, ывăлĕ пек, революцие хирĕç тискерленсе çитмен-ха вăл… »

Уçăлса кĕнĕ хыççăн, хуçа чăнах та урăлса кайнă çын пек калаçа пуçларĕ:

— Вуласа тухрăн-и Назар хутне? Мĕн шухăшлатăн ун пирки?

— Вуламарăм. Кăмăлу пулсан, хăвах вуласа парăн, — терĕм.

— Итле, эппин, ак мĕн çырать. Çимун каларăшле, пĕчĕк диктатор. — Мăрзабай, ĕнĕрешкелесе ларнă май, çыру пуçламăшне сиктерсе хăварчĕ. — Ак ашшĕпе епле калаçакан пулнă офицер. — Вăл сасăпа вула пуçларĕ: — «… Асту, Павел Алексеевич, паянхи кĕрешӳрен эсĕ те пăрăнса юлаймăн. Большевнксем çĕнтерессе кĕтсе ларатăн-им? Кĕтсе илеймĕн. Хаçат вулатăн пуль. Иытă депутачĕсен влаçне пĕтертĕмĕр эпир. Халĕ Хусан та пирĕн алăра. Мускавра та пирĕннисĕм нумай. Вĕсем шалтан вут чĕртсе ярĕç… » Ман валли те ĕç тупнă, ав, ывăлăм, — терĕ Мăрзабай| вулама чарăнса. — Итле малалла! — «… Эс, старшина пулнă çын, хăвăн тивĕçне манса кайнă. Таллăри пуянсем сан пек мар. Мана вилĕмрен çăлчĕç вĕсем. Эсĕ, атте пулсан та, ман çырăва хулана çитерме васкаман. Вăл маншăн, пĕр енчен, лайăх пулчĕ. Эпĕ мужиксен аллине лекнинс пĕлекен çук халь кунта. Çапах сан ман умра çырушăн ответ тытмалла пулать. Айăплă пулас мар тесен, эпир Чулçырмана пырса çитес вăхăта акă мĕи туса хур: Чулçырмаран кам-кам вăрмана тарнă, çавсен списокне хатĕрле. Вĕсем хăш тĕлте пытанса пурăнаççĕ, çавна тĕпчесе пĕлме тăрăш. Асту, старшина! Çак ĕçрен те иăрăнсан, эсĕ ман атте мар вара… »

Мăрзабай вулама пăрахрĕ те çырăвне, лучăркаса, сĕтел айне вăркăнтарчĕ. Унăн тăпăл-тăпăл хура сухалĕ чĕтре пуçларĕ, сăнĕ тĕксĕмленсе кайрĕ. Самантлăха пуçне çапла чиксе ларнă хыççăн кулам пекки турĕ.

— Вăт çапла, Фрол Тимофеевич! Христос çуралнăранпа икĕ пин çул тултарнă çĕре тĕнче пĕтет тесе калаçатчĕç ĕлĕк. Çук, ача, халех пĕте пуçларĕ тĕнчи. Те большевиксем, те Назарсем васкатаççĕ?

— Халăх пăлханнипех тĕнче пĕтсе лармĕ-ха, — терĕ учитель лăпкă сасăпа. — Пăлхавсем ĕлĕк те нумай пулнă. Тĕнчи çав-çавах: касански тĕлне сивĕтет, çăварни иртсен ăшăтать. Тĕнчене чун кĕртекенни — хĕвел. Хĕвел сӳнсе ларсан тин тĕнче пĕтме пултарать.

Мăрзабайăн тĕксĕмленнĕ сăнĕ çутала пуçларĕ.

— Пурнăç çине эпĕ те сан пек, философ куçĕпе пăхасшăнччĕ. Пăтранччăр, пăлханччăр — ман ĕç мар. Хăш власть пурнăçа йĕркелĕх кĕртет, çав влаçа йышăнма хатĕр. Турă пирки те нумай шухăшланă эпĕ. Саншăн турă вырăнне — хĕвел. Вăл чăвашăн авалхи тĕнĕпе ытларах килĕшет. Эпĕ вырăс пурнăçне те, унăн туррине те кăмăлласа йышăнтăм. Турă — çветтуй сывлăш пултăр, Христос — унăн ывăлĕ пултăр, ача тунă хĕсĕр хĕр — турă амăшĕ пултăр терĕм. Эпĕ çав тĕне ма чĕререн йышăнтăм, пĕлетни? Этем чунне йĕркелĕх кĕртекен тĕн вăл терĕм. Христиансен вуникĕ заповечĕ маншăн питĕ хаклăччĕ. Халь çав заповедьсене йышăнакан-пăхăнакансем çук та темелле. Патшалăх йĕркелĕхĕпе пĕрле этемри йĕркелĕх çухалчĕ. Çакă маншăн тĕнче пĕтнипе пĕрех.

Сăнĕ çуталчĕ пулсан та, питĕ вĕчĕрхенсе калаçрĕ Мăрзабай. Ятрус çакăншăн савăнчĕ, ăна татах калаçтарасшăн пулчĕ.

— Этем чун хавалĕ çĕнĕлле йĕркелене пуçларĕ тесе шухăшламастăн-им? Тен, кивелнĕ йĕрке вырăнне этем чунĕнче çĕнĕ йĕрке, тата лайăхрах йĕрке, хăй картне ларать пуль?

Мăрзабай çилĕллĕн кулса илчĕ.

— Кам чунĕнче? Пуян мулне çаратакан Виçĕ Якур чунĕнче-и е хресчене айăпсăрах иухайккапа кастаракан Назар чунĕнче-и? Илтрĕн вĕт. «Эсĕ ман атте мар вара», — тенĕ. «Хăвăн аçуна, хăвăн аннӳне хисеп ту» текен заповеде пурте манса кайнă. Ывăлтан хисеп. курас тесен, манăн шпион пулмалла иккен, хамăр ял çыннисен ячĕсене çырса памалла, вĕсене вĕлерме пулăшмалла иккен…

— Ахаль кăна мухтанса çырать пулĕ. Çав тери тискер çын мар пуль-ха сан ывăлу, — лăпкăн сăмах хушрĕ пăшăрханса ӳкнĕ Ятрус.

— Ахаль кăна! Кĕтсех тăр! Тепĕр эрнерен хăнана пыратпăр тесе çырать. Отряд пухса çитерсенех, малтан мăкшăсене ăс кĕртесшĕн, унтан вара — Каменкăри чăвашсемпе вырăссене. Акă мĕнрен хăратăп эпĕ, Ятрус тусăм: вăрманти салтаксен йĕрне тупасшăнах ним айăпсăр хĕрарăмсене, ваттисене те асаплантарса пĕтерĕç. Ашшĕне те çав тӳрĕпе хăтăрса илчĕ вĕт, путсĕрскер. Назар отрячĕ яла килсен, тĕнче те пĕтет вара маншăн. Е шыва кайса сикĕп, е килйыша пăрахса пушкăрт енне тухса кайăп.

Чĕри вăрканипе нумай калаçакан пулнă Мăрзабайран мĕн пĕлес тенине ним вăлтмасăрах иĕлчĕ Ятрус Хрулкки. Халь хуçа шкапран çĕнĕрен кăмăшка кĕленчине кăларса лартнăшăн та хирĕçмерĕ, хуçапа пĕрле хăй те тепĕр черкке сыпрĕ.

— Пĕччен пурăнатăи, пĕччен ĕçетĕп. Тăлăх çын эпĕ, Хрулкка, — каллех пуçларĕ хуçа, хăнине калаçтарма тăрăшмасăр. — Кивĕ тĕнче ишĕлчĕ ĕнтĕ. Мĕн хăтлансан та, Назар пек диктаторсем сиплеес çук ăна. Çĕрĕк тымарлă хăрăк йывăçа çĕнĕрен чĕртейместĕн. Ку маншăн паллă-ха. Вăхăт çитсен, тем те çĕрет, иĕтет. Тĕнче те, çĕрсе, пĕтсех ларать пуль.

— Кивви хăрать, çĕнни хунать, — сăмах хушрĕ Ятрус, — хамăр та хăратпăр, анчах хунав хăваратпăр-çке. Тĕнчи те, ватăлсан, çĕнĕ хунав ярать пуль. Çавăн пирки шухăшласа пăхман-и эс, Павел Алексеевич?

Хуçа, хăни куçĕнчен чăр! пăхса, пӳрнипе юнарĕ.

— Эç, Хрулкка пичче, сулахай эсер мар-н? Шуйттан пĕлет сана! Тен, сулахайран та сулахайрах пуль. Çĕнĕ хунав! Мĕн вăл, кам вăл, каллех ыйтам-ха санран, çав çĕнĕ хунав? Виçĕ Якура хупса лартакан Белянкин-и е Белянкина пăвса вĕлерекен Виçĕ Якур-и? Назар кивĕ тĕнчен хура юнĕ пултăр. Таса юнли кам? Кала тӳрех, пăркаланса ан лар. Коммунистсем-и? Анархистсем-и? Э-э! Пĕрех-çке вĕсем: коммунист, анархист, антихрист. Турă тĕнчине çĕмĕрме пĕлеççĕ, çĕнĕ тĕнче тума иĕлмеççĕ. Христос мар, çавсем шухă хĕр Марийăран çуралнă пуль.

— Эс, апла каласа, Христосне ытларах хурларăн-ха, — кулам пекки турĕ Ятрус.

Каллех хĕрĕнкĕлене пуçланă хуçа усаллăи кулса илчĕ.

— Çын пек кулма та пĕлместĕн, хăвăн шухăшна та тӳррĕн каламастăн. Астăватăп: эсĕ, ман Тимуш шăллăм пек, çамрăк чухнех турă çук тесе калаçа пуçларăн. Халь кала ĕнтĕ, турă çук пулсан, кам çĕнĕ тĕнче, çĕнĕ йĕрке туса парĕ? Турă тупса пар эс мана. Тен, вара эпĕ те кивĕ тĕнче ишĕлнĕшĕн кулянмăп, çĕнĕ нĕркешĕн пулăп.

— Турри тупăнĕ-ха вăл, — куçне хĕсерех каларĕ Хрулкка. — Турри хамăртан килет. Тульккăш эсĕ çĕнĕ йĕркешĕн пуласса шанмастăп эпĕ.

— Ма шанмастăн? Мĕн, эп санран ухмахрах-и, элле?

— Ухмахрах мар, пуянрах, Хаяр Макарсем пекех, кĕрейместĕн эсĕ çĕнĕ пурнăçа.

— Хаяр Макарсен ушкăнне ан тĕрт мана, Хрулкка! — çилленсе ӳкрĕ хуçа. — Вĕсем пек пулсан, эп сан пирки паянах фальшинсене пĕлтерĕттĕм. Эсĕ çĕнĕ пурнăç апостолĕ вĕт. Тупата туршан, эс вăрмантисем ăçтине те пелетĕн! Çапла мар-и? Хе-хе!

«Тепĕр чух ӳсĕр çын, сисĕмĕ çивĕчленнипе, мĕн кирлине урă чухнехинчен хăвăртрах тавçăрать. Тĕл лектерсе каларĕ вĕт, эсрел. Урăлнă çĕре манса кайĕ-ха. Манмасан та мана усал тăвас çук вăл. Çимуна та Назартан ытларах юратать», — çапла шухăшларĕ Ятрус, лешĕ вăрмантисем пирки асăннине илтмĕш пулса.

— Ан çиллен, Павăл, — терĕ вăл. — Кăмăлупа эс Хаярсем пек мар-ха, урăхларах çын. Лешсем мул пирки пăшăрханнипе ним шухăшламасăрах хаярланса каяççĕ. Эсĕ вара, Толстой вĕрентнĕ пек, ытлашши йăвашланса кайма хатĕр. Анчах эсĕ патша вăхăтĕнче власть пулса курнă. Пурлăх пирки каласан та — эс чухăн çын мар, вăтамран ирттернĕ. Хаярсене, Медведевсене çитейместĕн пулин те, харпăрлăх кăмăлĕ хытса ларнă ĕнтĕ санăн. Христос сăмахĕ — «Тĕве йĕп çăрти витĕр тухайман, çавăн пекех пуян рай алăкĕнчен хĕсĕнсе кĕреймест» тени — сана та кăштах тивет пуль терĕм.

— Э-э, тусăм, эс каллех тӳрĕ сăмахран пăрăнса юласшăн. Турă пирки кала-ха эс. Турă çук пулсан, мĕн Христос сăмахне асăнса ларатăн? Христос пулман-тăк, сăмахĕ те пулман. Калăпăр, тĕнче тытса тăракан турă çук, Христос хĕсĕр хĕртен çуралман тейĕпĕр. Çапах та тĕнчери йĕркесене тытса тăракан турă кирлех. Çĕнĕ йĕрке те турăран пултăр. Унсăрăн халăх ĕненмест сире. Ну, ма шарламастăн? Пур-и сирĕн пĕр-пĕр турă, çук-и?

— Мĕн калас? Каласан та ĕненмĕн. Хăв шухăшласа пăх. Эс манран ăслăрах та, Павел Алексеевич. Ман ачасемпе аппаланма та ăс çитмест. Эсĕ, старшина пулнă çын, вулăс ĕçĕсене майлаштарса пынă. Хам сăмахпа мар, пиртен ăслăрах çын сăмахĕпе калам-ха сана. Елĕк-авал Пакистанра пĕр философ пурăннă. Этем ывăлĕ ячĕпе, турăпа çапла калаçса курнă вăл: «Эсĕ, турă, хăватлă, — тенĕ вăл. — Анчах эсĕ, суккăр çын пек, тенчене арăш-пирĕш туса лартнă. Эпĕ те хăватлă, анчах суккăр мар. Хам ĕçе тирпейлĕрех тăватăп. Эсĕ шывсем, тинĕссем тунă, эпĕ шывсем урлă кĕпер хыврăм, тинĕссем тăрăх кимĕсем, карапсем çӳрететĕп. Эсĕ тĕрлĕ тискер ту-чакăл туса тултарнă, эпĕ тискер тусен айккипе сад çавăртăм, çимеç лартса ӳстертĕм».

— Ӳстертĕм, — тăрăхласа пӳлчĕ Мăрзабай хăнине. — Мĕн ӳстертĕн вара? Турă йывăçне, турă çимĕçне ӳстертĕн. Ху çĕнĕрен пĕр çимĕç те тума пултараймастăн.

— Пултарап! — терĕ Хрулкка, турăпа тавлашнă философ пек пулса. — Пырса кур Весуккана, ман пата. Эпĕ сана тĕнчере çук çимеçпе сăйлăп. Тура туман çав çимĕçе, хам турăм. Хĕрлĕ хăмла çырлине турă тунă пултăр, ман пахчара хура хăмла çырли ӳсет.

— Ан тĕлĕнтер! Суятăн пуль, Хрулкка. Асамçă мар вĕт эс. Хăвах асамçă юмахра çех нулать тесе калаçаттăн.

— Ман пек асамçă пулма эсĕ те пултаратăн, Павăл. Мана та турă вĕрентмен, этем вĕрентрĕ. Тамбов кĕпĕрнинче пĕр асамçă пек вырăс пурăнать. Çавăн патне кайса куртăм эпĕ. Хура хăмла çырли мĕн вăл?! Тата темиçе тĕрлĕ çĕнĕ çимĕç туса ӳстерет çав çын. Унран эпĕ те кăшт вĕренсе килтĕм. Кивĕ тĕнчене кам тунă пулсан та, арăш-пирĕш тунă. Çав арăш-пирĕш тĕнчене турă мар, этем хăй йĕркелемелле.

Мăрзабай кăштах сухалне турткаласа ларчĕ, унтан йăвашланнă сасăпа çанла каларĕ:

— Тепĕр çын каланă пулсан ĕненмĕттĕм. Эсĕ, Хрулкка, нихçан та суйса калаçмастăн. Çавăншăн юратап сана. Пырса курăп Весуккана, тутанса пăхăи этем тунă хăмла çырлине…

Хăнине ăсатнă чух Мăрзабай хурланчĕ.

— Эх, Хрулкка тусăм, каллех пĕччен юлатăп, — терĕ вăл. Унтан, куçне хĕссе, тусне каллех тĕлĕнтерсе, хушса хучĕ:

— Çимуна курсан, салам кала.

Çĕнĕ çынсем

Хĕр качча кайсан, чăваш ăна çĕнĕ çын тесе чĕнет. Тумĕ чăнах та çĕнелет ĕнтĕ ун. Кăмăлĕ çĕнелсех каймасть пуль çав.

Кĕтери хăй акамĕнчен маларах çĕнĕ çын пулчĕ. Наçтук сурпан сырмарĕ, унăн тумĕ улшăнмарĕ, пурпĕр вăл та халь, Кĕтери пекех, çĕнĕ çын.

Кĕтери çипуçĕ вара чăнах та улшăнчĕ. Пуçне вăрăм сурпан сырчĕ вăл, умне кĕмĕл укçапа витнĕ сурпан çакки çакрĕ, пилĕкне тĕрленĕ сарă çыхрĕ. Хĕрарăм тумĕ килĕшет Кĕтерие. Хăлха патĕнче çакăнса тăракан кĕмĕл тенкĕсем çеç çиллентереççĕ: чупнă чух пырса çапăнса куçа шăтарма пултараççĕ вĕсем. Кăмăлĕ вара Кĕтерин качча кайнипе ним чухлĕ те улшăнмарĕ.

Зар Ехим те авланнăранпа пĕртте улшăнман. Арăмпа çывăрма пуçланăранпа ăна ăс та хутшăнман. Çамрăк арăмĕ ăна кӳпкет текеи сăмах та тухрĕ ял çине. Пулĕ те. Тĕтĕм вутсăр тухмасть, тенĕ ваттнсем. Аичах Ехим Васильчă хăрасах капмасть-тăр, ахăр: ĕçрен çаплах, каччă чухнехи пекех, пăрăнма тăрăшать. Хире е анкартине ĕçлеме каймалла чух чире перет. Ехимĕн ашшĕ те, амăшĕ те — йăваш çынсем, аслă ывăлне ачаш ӳстернĕ. Халь çакăншăн хăйсем те ӳкĕнеççĕ.

Ехим мĕн ачаран Санькăпа туслă. Çав чăвашла сĕрлесе калаçакан вырăс ачинчен Ехим те сассине тĕлли-паллисĕр хытарса сĕрлеме вĕреннĕ. Çавăнпа ăна, хĕрлемес са-рăскерне, Зар Ехим тесе чĕне пуçланă та.

Пĕррехинче Кĕтери анкартинчен çĕн тырă тиесе килчĕ. Хапха уçса, лашине тăм кĕлет патне пырса тăратрĕ. Ехим вĕт-шакăра хăй тавра пухнă та сарайĕнче хут çĕлен туса ларать. Кĕтери упăшкине михĕсем йăтма чĕнчĕ. Ку хăнк та тумарĕ, хĕрсе кайса «ĕçленипе» илтмерĕ те пулас. Вăл арăмĕ пушăпа пырса тивертсен тин сиксе тăчĕ. Ачи-пăчисем, çухăрашса, килкартинчен тухса сирпĕнчĕç. Зар Ехим ухмах пек ахăлтатса ячĕ, унтан юлхавлăн урапа патне пырса тăчĕ, михĕсене пĕчченех кĕлете тулта пуçларĕ. Хăйне пушăпа тивертнĕшĕн çилленмерĕ айван арçын. Кĕтери хут çĕлене çурса тăкнине курсан çеç хĕремесленсе кайрĕ.

— Ухмах… ухмах… ухмах! — чышкине пĕчĕк ача пек чăмăртаса, макăрас пек кăшкăрчĕ вăл: урăх сăмах тупаймарĕ.

Çамрăк арăм ирĕксĕрех кулса ячĕ. Вăл лашине хапха еннелле çавăрса тăратнă çĕре Ехим сăмах тупрĕ:

— Ейпох, салтака каяп. Санька тахçанах чĕнет мана. Назар пек, офицер пулса таврăнатпăр.

— Хуть паянах тухса кай, макăрмăп. Тен, енерал пулса килĕн, ача-пăча енералĕ…

Кĕтери лашине тапратрĕ. Ехим яр-уçă хапхана хупмасăрах килкартинчен тухса кайрĕ.

Каçхине Кĕтери упăшкине кĕтсе илеймесерех çывăрма выртрĕ. Лешĕ ирхине те таврăнмарĕ. «Пулла каç выртмалла кайнă пуль», — терĕ ашшĕ. Кĕтери, Ехиме кĕтсе иле-сех тесе, паян киле юлчĕ. Анчах Ехим кăнтăрлана та таврăнмарĕ. Вара çĕнĕ çьш, упăшки чăнахах «енерал» пулма кайман-ши тесе, пăшăрхана пуçларĕ…

Кĕтери Тук хĕрринчен чупса хăпаракан ачасене курчĕ те чĕнсе илчĕ. Пĕри Пали ывăлĕ Пăнтти пулчĕ, ĕлĕкхи кӳршĕ ачи, теприне пĕлсех те каймасть. Ехим пек хĕрлемес сарă пуçлă ача. Кĕтери çавсене тĕпчеме пуçларĕ.

— Ехим пичче пире çĕлен ярса кăтартатех тесе, эпир пурте ăна Санькăсен хыçĕнче, Тук хĕрринче, кĕтсе тăтăмăр, — терĕ Пăнтти, — вăл вара хут çĕлен пирки асăнмарĕ те, ма шыва кĕместĕр тесе çеç ыйтрĕ…

Унтан, Пăнттие пӳлсе, сарă пуçли палка пуçларĕ:

— «Паян шыва кĕме юрамасть. Ĕнер Илья пророк шыва пăр янă. Анне каларĕ, каламасăр та пĕлеп, Илен кунĕ иртсен, нихçан та шыва кĕмеççĕ», терĕ Якрак. «Елĕк çаплаччĕ, халь вара революци», терĕм эпĕ. «Революци! Кĕтсех тăр. Виçĕ Якур тарнăранпа революци пĕтнĕ», терĕ Якрак. Пĕтмен, Мишша-салтак пирĕн аттесемпе каллех революци туса килет», терĕм эпĕ. Чут çапăçса каяттăмăр. «Мишша-салтак хăй каларĕ-и сана?» терĕ Якрак. «Мишша-салтак мар, Тарас каларĕ мана», терĕм эпĕ. Тарас вăл тем те пĕлет. Кĕтери акка, Тарас ăçта, ма пирĕнпе выляма тухми пулчĕ вăл? — ыйтрĕ сарă çӳçли юлашкинчен.

— Тарас сирĕн пек услап мар. Вăл утă çулма та пĕлет. Халь хирте кĕлте çыхать, — терĕ Кĕтери çилленчĕк сасăпа. — Ну, малалла мĕн пулчĕ вара, Ехим пиччӳ ăçта кайса кĕчĕ?

— Ниçта та кайса кĕмерĕ, — лешĕнчен лăпкăрах калаçа пуçларĕ Пăнтти. — Эпĕ Тарасран пĕр çĕнĕ юрă вĕреннĕччĕ. Çав юрра юрласа кăтартас терĕм ачасене. Ак çапла.

Вăл, тиечук пек, малтан ӳсĕркелесе илчĕ те кĕмĕл шăнкăрав пек çинçе сассипе янраттарса та ячĕ:

Смело, товарищи, в ногу!

Духом окрепнем в борьбе…

Кĕтери ачи çăварне ал лаппипе хупларĕ.

— Ан çухăр, ухмах! Большевиксен юрри вăл.

Сарă пуçлă ачи кулса ячĕ те каллех хăй сӳпĕлтете пуçларĕ.

— Ехим пичче те Пăнтти çăварне шăп çапла хупларĕ: «Чарăн ухмах. Чехсем илтсен, юрлаканнин пуçне касаççĕ, итлекеннисене нухайккапа пĕçертеççĕ», терĕ. Ачасем пурте хăраса ӳкрĕç, эпĕ хăрамарăм. Пăнтти те хăрамарĕ. Эпир Пăнттипе никамран хăрамастпăр.

Ку хĕрлемес сарă пуçлă ача калаçасса та Ехим пекрех калаçма тăрăшать. Кĕтери тӳсеймерĕ, кулса ячĕ.

— Юрĕ-çке, эсĕр паттăр ачасем, никамран хăрамастăр. Тата мĕн пулчĕ вара? — тĕпчерĕ вăл малалла.

— Смоляков Петьки — пиччĕшĕ пекех усал ача, — юлташне çăвар уçма памасăр, каллех пакăлтатса кайрĕ сарă пуçли. — Вăл: «Атъăр, карателле выляр», терĕ. Каратель пулма нухайкки те пур унăн, чĕн чӳлĕкрен тунă. «Ехим пичче офицер пултăр, Пăнтти, ашшĕ пекех, Пали пулать, Унтри чехсенчен хăрамасть-тăк, Шатра Микка пулать», терĕ. Ман пирки каларĕ ĕнтĕ. Ехим пичче чăнахах офицер пек усал сасăпа кăшкăрса пăрахрĕ: «Большевик юррине юрланăшăн пĕçертĕр вĕсене нухайккапа!» терĕ.

— Нухайккапах пĕçертрĕç-и вара сире? — чăнахах пăшăрханса ӳкрĕ Кетери.

— Пĕçертĕç пире! — ахăрчĕ Ехйм хăраххи. — Эп Петька нухайккине туртса илтĕм те шыва утса ятăм. Пăнтти те хăйĕн ашшĕне шар кăтартнă пирки асăннăшăн çилленсе кайрĕ. Вăл Петькăна çапса антарчĕ, унтан ыттисене тӳпелеме тытăнчĕ. Эп те пăхса тăмарăм. Вăл кашкăр пек вăйлă, эп пăсара пек хаяр. Пĕрре шар кăтартаттăмăрччĕ вĕсене, Санька чăрмантарчĕ. Вăл таçтан килсе тухрĕ те, ачасем пурте унран хăраса тапса сикрĕç. Усал вăл. Санька Ехим пичче пек мар…

Урăх ним те пĕлтереймерĕç ачасем Кĕтерие. Санькăпа Ехим кĕпер урлă каçса Лешеккине кайнине урăх ачасем курнă, тет. Вара Кĕтери Наçтукпа курса калаçас терĕ…

Наçтук çĕнĕ çын пулни иккĕмĕш эрнене çеç кайрĕ-ха. Вăл çĕнелнине курма пушшех йывăр. Унăн майралла тумĕ пĕртте улшăнман. Кăмăлĕ пăтрана пуçланине çынна кăтартмасть вăл, хăйне хăй тытма пĕлет. Паян Наçтук та, Кĕтери пекех, упăшки çухалиă пирки пăшăрханса ларать. Халăхри пек каласан, çамрăк мăшăрăн чуп-чуп уйăхĕ пулать. Санькăпа Наçтукшăн çав уйăх пулмарĕ.

Хирĕçӳ мĕнле ытла час пуçланса кайрĕ-ха? Наçтук нумай шухăшлакан пулнипе упăшкине ытла салхуллă пек курăнчĕ. Санька çавăн пирки çĕтĕлсе тĕпчеме пикенчĕ. Вара Наçтук хăй шухăшне упăшкине каласах тере.

— Мĕнле пурăнма шухăшлатăн, Саня? — ыйтрĕ Наçтук.

Санька ун пирки нихçан та шухăшламан. Вăл кулса ячĕ те арăмне ыталаса чуптурĕ:

— Ак çапла пурăнма шутлатăп, — терĕ.

Арăмĕ куншăн савăнсах каймарĕ: упăшки çумне çыпçăнмарĕ те, ăна тĕртсе те ямарĕ. Малашлăх пирки пăшăрханса калаçнăран вĕриленсех кайрĕ:

— Ялан çапла пĕрне-пĕри чуптуса кăна ларăпăр-и? Мĕнле пурăнăпăр: аçусемпе пĕрле-и, уйрăм-и? Аçун çемйи пысăк: шăллусем, йăмăкусем пур. Аçу лавкка тытса пурăнать. Эсĕ лавккаçă пулас тетĕн-и? Çĕр ĕçне пĕлместĕн, хура ĕçе хăнăхман, учитель пулмалăх вĕренеймен. Самани пăтранчăк халь, тем еннелле каять-ха. Хăш еннелле кайсан та, хамăра тăранмалăх ĕçлес пулать. Эпĕ хальччен ĕçре питех пиçмен, çапах пĕр ĕçреи те хăрамастăп. Санăн, тата кăшт вĕренсе, учитель пулма тăрăшасчĕ.

Санька тĕлĕнсе кайрĕ. Наçтук ашшĕ килĕнче те тĕрĕ тĕрлесе е кĕнеке вуласа çеç ларатчĕ. Халь мĕн кирлĕ-ха ăна? Мĕн ухмахланать вăл? Çăмăлттай Санькăна хальччен кун пек шухăшсем аптратманччĕ. Авлансан, шухăшлама та тивет иккен. Самана шăршине тин туйса илчĕ-мĕн лавккаçă ывăлĕ. Ахальтен мар Назар хаярланса çитнĕ. Вăл пуянсен, лавккаçăсен çăмăл пурнăçне хӳтĕлет. Осокинсем, Чугуновсем çĕнтерсен, унăн та Наçтукпа çĕр ĕçне ĕçлеме тивет-и? Пирвайхи хут çапла шухăшласа, малашлăхран хăраса ӳкрĕ Санька. Тата ак Санькăпа пĕр çулхисене те салтака илмелле, теççĕ. Чăнах та, Назар отрядне кайса кĕмелле мар-и?..

— Пире учредиловка салтака илет, теççĕ. Çавăнпа эпĕ булдыр отрядне кайса çырăнас тетĕп, — терĕ Санька, чылай вăхăт сăмах чĕнмесĕр выртнă хыççăн. Наçтук ирĕксĕрех кулса ячĕ:

— Арăмун пиччĕшĕ пултăр мар, хунчăкам пулать. Чăваш чĕлхине ан пăс. Вырăслах калаç ĕнтĕ, — терĕ.

— Шуйттан пĕлсе çитерĕ кунта сирĕн чăваш чĕлхине, — аллине сулчĕ Санька. — Хурăнташ ытла нумай сирĕн: булдыр, хунчыгам… Вырăсла шурин — и все. Назар Павлович халь ман çывăх хурăнташ пулать тесе каласшăн эп. Ун патĕнче мана лайăхрах пулĕ. Тепре каласан, унта шанчăклăрах. Салтака кайсан, вăрçа лекетĕн. Карательсене вăрçа ямаççĕ. Упăшкуна вăрçăра вĕлерттересшĕн мар пуль те эсĕ?

Санька çапла каланă хыççăн хирĕçсе кайрĕ те ĕнтĕ Наçтук. Малтан вăл пиччĕшне хурласа пăрахрĕ. Унтан упăшкине: «Эс хăравçă, Чее Миття хăраххи», — тесе намăслантарса пĕтерчĕ. Санька кăмăлсăрланчĕ. Анчах шарла-марĕ, ашшĕ вĕсем хирĕçнине ан илттĕр тесе, çывăрма сарайне, урапа çине, кайса выртрĕ.

Наçтукăн пĕркунтанпах ăш вăркать. Çакна вăл малтан асăрхаманçи пулчĕ. Çĕнĕ çын пулнă хыççăн, хăйне хăй ул-таласа та пулин, пĕр тĕрлĕ лăпкă кăна телей тупма ĕмĕт-ленчĕ вăл. Пулмарĕ. Юрату савăнăçне те туйсă илеймерĕ вăл. Анчах мĕн-ха вăл çав, юрату тени? Пур-и вăл, çук-и? Хĕве хупнă каç Наçтука йĕрĕнтерчĕ кăна. Хĕрарăм телейĕ çапла иккен вăл! Ача тума та çăмăл мар, теççĕ. Çапах тӳсес пулать. Çитменнине тата, хĕрарăмăн савăнăçĕ те ачара çеç пуль. Çапла шухăшларĕ ун чух савăнăç куркине тутанайман хĕрарăм. Çавăнпа, ытлашши тарăхмасăрах, Наçтук ĕмĕрне чăтăмлă, упăшкипе килĕшӳллĕ пурăнса ирттерме хатĕрленнĕччĕ. Çук килĕшӳллĕ пурнăç хăвăнтан çеç килмест иккен, ытларах мăшăр кăмăлĕнчен килет. Санька кăмăлне унччен пĕлсех кайман çав Наçтук.

«Çăмăлттай, кахал, хăравçă çын, — шухăшларĕ вăл халĕ. — Çитменнине тата, хăй, пичче пек хаяр кăмăллă мар пулин те, унпа пĕрле ирсĕр ĕçе хутшăнма хатĕр. Атте пиччене ырламарĕ, Чее Миттяна юратмарĕ. Çавăншăнах мана васкаса качча пачĕ. Халь тата унăн кĕрӳшĕ, ман упăшка, çавсен хăраххи пуласшăн. Салтака ирĕксĕр илеççĕ. Салтака илсен, хуйхăрăттăм, çапах тарăхмăттăм. Ку вара чыссăр ĕçе хăй ирĕкĕпе хутшăнасшăн».

Ак хăçан Наçтук чунĕ ыратмаллах ыратма пуçларĕ. Упăшки ирхине сăмах чĕнмесĕр килтен таçта тухса кайрĕ. Аш вăркать, никампа калаçас килмест. Еçре канăç пулмĕ-ши?

Наçтук кĕпе çума хатĕрленнине курсан, хунямăш, уçă кăмăллă мăнтăр майра, кăмăлсăрланчĕ.

— Мăрзабай хĕрĕ, лавккаçă кинĕ, çĕнĕ çын, кĕпе çутăр-и? Ан хăтлан. Намăс ан кăтарт пире, — терĕ вăл.

Хунямăшне темле майпа ӳкĕтлеме иĕлчĕ Наçтук. Хуняшшĕ килте çукчĕ. Вăл, хыт кукар, килте пулсан та хирĕç пулмĕ. Аслă ывăлне çеç ĕçлеттереймест вăл. Ыттисене пурне те, пĕчĕк ача таран, ĕçлеттерсе, вĕсенчен усă курма тăрăшать. Смоляков майри Наçтука ĕçлеме ирĕк пачĕ, хăй, кам та пулин çĕнĕ çын кĕпе çунине курасран сыхланса, хапхине питĕрчĕ те упăшки вырăнне тавар сутма лавккана кĕрсе ларчĕ.

Самана Тимĕркки, таçтан лашапа таврăнаканскер, лавкка алăкĕ уçă тăнине курсан, лашине пăрса тăратрĕ. Хăй лавккана кĕчĕ.

Тавар илме кĕмерĕ кунта Тимĕркке. Унăн тусне каламалли пĕр хитре сăмах тата пĕр вăрттăн хыпар пур. Хуçи пулмарĕ, майрине кӳрентерес килмест. Çапах та хальтерех илтнĕ сăмаха тĕртсе хучĕ-хучех. Лавккаçă майра Тимĕрккене калуш илме сĕнчĕ.

— Пăх-ха, сан çине епле кулса пăхса ларать, — терĕ.

— Мĕн чул тăрать?

— Пилĕкçĕр тенкĕ.

— Çутă калуш кулать, хуçа кĕсйи тулать, хуçи çпикулянт пулать. Самарта кам вучĕ çунать? — шăл йĕрчĕ Тимĕркке.

— Пире те хурласа калаçатăн эсĕ, те — мухтаса, пĕлме çук, — кулкаларĕ майра.

— Тимĕркке аташать. Смоляков савăнать, Санька каратель пулать, — терĕ юлашкинчен Тимĕркке. Унтан, сассине пусарса, Лешеккинче илтнĕ хыпара шӳтлемесĕрех каласа пачĕ: — Санька Фальшин ывăлĕпе ыран хулана каять, Мăрзабай Назарĕ патне. Карательиăй отрядпа яла таврăнасса кĕтсех тăр…

Лавккаçă арăмĕ хыпăнса ӳкрĕ. Тимерккене ăсатнă хыççăн лавккине хупрĕ те Наçтука чĕнсе илчĕ. Кинĕ хăй те Санька ăçта кайса çухалнине пĕлмест. Вара унăн çĕркаçхи калаçу-хирĕçӳ пирки хунямăшне каласа памаллах пулчĕ.

Санька каçхине те киле таврăнмарĕ. Ашшĕ çакăншăн пĕртте пăшăрханмарĕ.

— Ан шарла. Кине кайран хамах каласа парăп. Санька санпа манран ухмах мар, — терĕ вăл арăмне.

Наçтук тепĕр кунне кунĕпех Санька таврăнасса кĕтсе ларчĕ. Кĕтсе илеймерĕ. Каç пулас умĕн Петька таçтан чупса килчĕ те инкĕшне хăлхаран вăрттăн:

— Пирĕн хыçра, Тук хĕрринче, сана Зар Ехим арăмĕ кĕтсе тăрать, халех пыма хушрĕ, — терĕ.

Кĕтери качча кайнăранпа вĕсем нĕр-пĕринпе курса калаçман-ха. Наçтук Кĕтерие пырса ыталарĕ те макăрса ячĕ. Кĕтерин хăйĕн те чунĕ кӳтсе çитнĕ, анчах макăрма пĕлмест вăл. Макăрас чух çилленет е кулать. Халь вара çилленмерĕ те, кулмарĕ те. Акамне алăран кăмăллăн çавăтса, Тук хĕррипе чӳккукри еннелле ертсе кайрĕ, çын ан куртăр тесе, çыран айĕпе çул тытрĕ. Наçтук кăшт лăплансан, вĕсем калаçа пуçларĕç. Таркăн упăшкисем çинчен кашни хăй мĕн пĕлнине каласа пачĕ. Ехим ухмах пек: «Салтака каяп, офицер пулса таврăнатпăр», тесе кăшкăрни çинчен асăнсан тин кулса ячĕ Кĕтери.

— Эх, Кĕтери, ма ман пата çӳреместĕн? Эс йывăр килнĕ чух та кулма пултаратăн. Çавăнпа юратрăм пуль сана. Эпĕ сан пек савăнма та, хуйхă сĕвĕртме те пĕлместĕп, — ӳпкелешрĕ Наçтук.

— Мĕлке ӳкернине астăватни, Наçтук? — акамне йăпатма пикенчĕ Кĕтери. — Суйрĕç вĕт — мĕлкесем. Пуяна эпĕ мар, эсĕ кайрăн качча. Вилес пирки те юмăç каланине тепĕр май ăнланас пулать. Эс мар, эпĕ малтан вилеп.

— Вилме çăмăл-çке, пурăнма йывăртарах, — салхуллăн тавăрчĕ Наçтук. — Юратнă пиччене курас килми пулчĕ. Аттерен сивĕнтĕм. Аннепе аппа маншăн тахçанах ют пекчĕ. Халь упăшкаран та çав тери сивĕнмелле пулсан, çут тĕнчере епле пурăнас!

— Кĕнеке вулани çынна пăсать тесе ахальтен каламаççĕ çав, — çилленерех каларĕ Кĕтери — Эс, Наçтук, кĕнеке вуласа пăсăлнă пуль. Тупнă хуйхăрмалли! Ху таса кăмăллă çын пулни пуринчен те хаклă. Эпĕ, ак, ухмах, упăшкан ашшĕ-амăшне юратрăм. Халь кирек мĕн пултăр, атте килне таврăнмастăпах ĕнтĕ. Сан пек нумай вĕреннĕ пулсан, вырăсла лайăхрах калаçма пултарсан, хулана тухса кайăттăм. Халь тин вĕренеймĕн çав. Мĕн пулсан та, çак килтех пурăнма тивет. Ман Зар упăшкам ухмах пуçне кирлĕ мар çĕре кайса чиксен те аптрамăп. Ача пулсан, ача ӳстерĕп. Пулмасан, — сасартăк ахăлтатса ячĕ Кĕтери, — тума пĕлес пулать.

Наçтук каллех кулмарĕ. Вара Кĕтери акамне упăшкисем пирки лăплантарма васкарĕ:

— Асту ман сăмаха: таврăнаççĕ вĕсем. Иккĕшĕ те çăмăлкка та хăравçă чунсем. Сан упăшку кăшт ăслăрах ĕнтĕ, анчах хура-шур вăл та курман хальччен. Ура çине ĕне пусмасăр, вĕсем çын пулаяс çук.

Çапла калаçса пынă май икĕ çĕнĕ çын пулăçсен сукмакĕпе Пăрутапăрĕ тĕлне çите пуçларĕç. Такам Тук леш енчен кăшкăрни илтĕнчĕ:

— Аçта каятăр, çĕн çынсем? Чимĕр-ха, мана та йышăнăр. Эпĕ те сирĕнпе çӳресе çĕнелем.

Хуйхă пĕлмен сасăпа кăшкăраканни Мулла Анукĕ пулчĕ иккен. Вăл, Лешеккинчен таврăнаканскер, Тук урлă каçма хатĕрленнĕ. Ана ăсатма тухнă Оля Кĕтерипе Наç-тука палларĕ те хăнипе пĕрлех хăй те шыв урлă каçрĕ.

— Ак тамаша! Çĕнĕ çынсем тăваттăн пултăмăр мар-и? — ихĕрчĕ Мулла Анукĕ.

— Чипер калаç, Анук акка, — терĕ Кĕтери чăвашла. — Майра хĕрне нимсĕрех кӳреитерме пултаран.

— Кӳренмест. Хăех эп Рамаш арăмĕ тесе çӳрет. Çĕнĕ çын мар-и вара?

— Вăл апла пултăр, — кулса ячĕ Кĕтери те. — Эс ху, Анук аппа, çĕнĕ çын шутне кĕрейместĕн пуль. Кăшт кивелнĕ мар-и?

— Ăçтан пĕлен, тен, каллех çĕнелнĕ пуль…

Кусем ихĕрсе чăвашла калаçнă хушăра Наçтук, капла вырăс хĕр умĕнче ырă мар пулать тесе, Ольăпа вырăсла калаçа пуçларĕ. Хăйсен хуйхи пирки асăнчĕ.

— Вĕсем пирĕн енчисемпе пурте пĕр лашапа тиенсе кайрĕç, — терĕ Оля. — Ман ĕлĕкхи каччăм, Фальшин Васьки: «Хамăр ирĕкпе салтака каятпăр», тенĕ пулать.

Çавна илтсен, Анук та вырăсла калаçа пуçларĕ.

— Вăт эсир те тăлăха юлтăр пулать. Упăшкăрсене курас килсен, систерĕр пире. Эпир Ольăпа хулана кайма хатĕрленетпĕр. Пĕрле кайăпăр, — терĕ те Анук, Оля ăнлантăр тесе, куçне хĕссе илчĕ.

Оля ăнланчĕ. Ку уçă кăмăллă та чее хĕрарăм йĕр çухатас тесе çапла калаçать иккен. Унпа паллашнăранпа, ытла савăннипе, ларма-тăма та пĕлмест Оля. Яла çитиех ăсатса ячĕ вăл чăваш хĕрарăмĕсене.

Мулла Анукĕ Наçтука хăйсем хурăнташлă пулнине астутарчĕ, ашшĕсем туслă пулнă пирки те асăнчĕ, хăй патне калаçса ларкалама пыма чĕнчĕ. Çавăнтанпа Наçтук Кĕтери патне те, Мулла Анукĕ патне те час-часах çӳрекен пулчĕ.

Çапла икĕ эрне хушшинчех Наçтук салтак араме пулса тăма та ĕлкĕрчĕ. Пуçа çĕнĕ хуйхă-суйхă сырса иле пуçларĕ. Арлă арăм пулни чăнахах çĕнĕ çын пулни мар-и вара?

Якалĕнче

Рамаш çул юппинче асăннă юмахри сăмахсем шăп та лăп Трашука пырса тивнĕ. Трашук, сулахай çул юппипе кайса, Мăрзабай ăйăрне те çухатнă, хăй те вилĕмрен аран хăтăлса юлнă. Тата çитес çĕре те çитеймен. Халĕ вăл эрне ытла ĕнтĕ Якалĕнче Темен куккăшне кӳрентерсе пурăнать. Темен куккăшĕ — ватă та кутăн çын. Ялта ăна Куштан Темен тесе чĕнеççĕ: пуян пулнăран мар, кăмăлĕ киревсĕртен.

Якаль Чулçырмаран вуникĕ çухрăмра. Çапах вăл Чулçырмашăн кӳршĕ ял. Чăваш ялĕсенчен унран çывăххи çук. Çавăнпа якальсемпе чулçырмасем пурте пĕр-пĕринпе хурăнташлă. Темен старик Трашук асламăшĕн шăллĕ пулать. Елĕксенче вăл час-часах Чулçырмана хăнана çӳретчĕ. Рамаш асламăшĕ те Темен аппăшĕ пулнă. Трашукпа Рамашăн хурăнташлăхĕ çак тымартан кайнă иккен.

Куштан Темен килкартинче çĕтĕлсе çӳренĕ чух Трашук, куккăшне сăнаса, шăппăн кулса илет. Рамаш ăна «Тĕве кукка» тесе чĕнетчĕ. Чăнах та тĕве сăнарĕ пур çав унăн. Хăй хыткан та вăрăм. Çурăмĕ пĕкĕрĕлчĕк, мăйĕ вăрăм та пĕркеленчĕк, сухалĕ янах айĕпе кăна кăштах ӳсет. Хăй çулла та çанăсăр пиншакне хыва пĕлмест. Пиншак çийĕ çĕтĕлсе пĕтнĕ. Çĕтĕк вырăнсенче сарăхса кайнă ваткă муклашкисем чăнах та тĕве çăмĕ пек курăнса тăраççĕ.

Ял тăварсăр аптра пуçланă. Куштан Теменĕн кĕлетĕнче пĕтĕм яла тăрантармалăх тăвар пур. Чее старик çуркунне, кăркăс енне кайса, пĕр лав тăвар илсе килнĕ. Халь Темен тăвар сутса çуйăхать. Вăл, тăвар хакне пĕрмай ӳстерсе пынипе, хаклашакансемпе çавăнтах вăрçса каять. Килĕшсен вара, тăварне виçнĕ чух тинкене кăларать. Писмен пуканне çӳлелле кăшт та хăпарма памасть сутуçă. Çиппине те, çын курман чух, пукан еннелле шутарса илет. Тăвар чашки кирлĕ таран туртма пуçласан, пухут пама мар, хуçа виçнĕ тăварне кăшт та пулин каялла чĕпĕтсе илет. Тăвар илме килекенсем — ытларах хĕрарăмсем. Вĕсем сутуçăпа хирĕçеççĕ-хирĕçеççĕ те, аптранă енне, кулма тытăнаççĕ.

Трашук çак кунсенче Рамаша пĕрре мар аса илчĕ. Рамаш пулсан, «Тĕве куккăшпе» калаçма пĕлĕччĕ, пĕр-пĕр мыскара туса хурĕччĕ. Трашук Рамаш мар çав… Паян та ак хыт кукар:

— И-и-и, ачам, хăна пултăн ĕнтĕ. Каях, ачам, килне, каях, аннӳ кĕтсе аптрарĕ пуль, — терĕ.

Трашук хирĕç ним те чĕнеймерĕ.

Виçĕ кун та пурăнмĕччĕ кунта Трашук, ăна пĕр япала чарса тăрать-ха. Якалĕнче вăл Рамаш. «йăмăкне» тĕл пулчĕ. Верук пĕвĕпе Рамашран та пĕчĕккĕ пулиăран, аппăшне «йăмăк» тесе, çынсене яланах, арпаштаратчĕ Рамаш. Трашук хăй те арпашса кайнăччĕ. Аташса калаçса, вăл Верука самаях култарчĕ. Кĕлеткипе пĕчĕк пулсан та, ăстăнпа «пиччĕшне» парăнас çук Верук. Кĕркунне Якальне ларма килнĕскер, вăл çур енне качча кайса çĕнĕ çын пулнă. Унăн упăшкине Трашук кураймарĕ-ха. Малтанах Верук тĕрĕссипе каламарĕ иккен. Кайран тин систерчĕ: Якалĕнчи çамрăксем те комуч мобилизацине пăхăнман: вăрмана тарнă. Верук упăшки те Вилмен утравĕнче пытанса пурăнать иккен.

— Вилмен тени мĕн пулать тата? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Трашук.

Верук кĕркуннеренпе Якалĕнче пурăнса та кунти чăвашсем пек калаçма хăнăхса çитеймен. Хăнăхса çитме мар, якальсем калаçнине хăй тиркет.

— Якальсем пĕр сăмаха та тĕрĕс каламаççĕ, — терĕ вăл. — Салакайăка çерçи теççĕ. Вилменне хам та аран ăнкарса илтĕм. Кунта пĕр пилĕк-ултă çухрăмра, таçта, Илмен шывĕ юхса тухакан çĕрте, путлăхлă-шурлăхлă вырăн пур. Çав шурлăх варринчи сăртлăха Вилмен теççĕ. Унта çынсем ĕлĕк пушăт касма кайма та хăратчĕç, тет. Типĕ сукмакне кашниех тупаймасть, путса вилекенсем те пулнă. Теприсем тата Ие тапăрĕ теççĕ çав вырăна. Вилмен тени — Вилĕ Илмен тени пулать вăл.

— Анлантăм, — терĕ Трашук, — пирĕн те Урлă вăрманта çавнашкал вырăн пур, Вилтук теççĕ. Чулçырмасем те унта çӳреме хăраççĕ.

— Вăрçăра пулнă çынсем халь нимрен те хăрами пулса кайнă. Турăран та, шуйттанран та, киреметрен те хăрамаççĕ…

Çапла Трашук вăрманта тата тепĕр ушкăн салтак комуч влаçĕнчен пытанса пурăннине пĕлчĕ. Ик-виçĕ таркăн каç-каç апат-çимеç илме ял çывăхне килсе тухать иккен. Хăшĕ-пĕри, ялта лăпкă чух, пĕр-ик кун килте те пурăнса каять, тет. Верук та хăйĕн çамрăк упăшки кĕçех таврăнасса кĕтет. Трашук унпа паллашма шутласа хучĕ. Вара вăл Осокинсем валли лайăх хыпар пĕлсе кайĕччĕ…

Анчах ăйăрпа Весуккана каякан йĕкĕт мĕнле майпа çуран юлса Якальне килсе кĕнĕ-ха?

… Çул юппинчен сулахаялла пăрăнсан, Трашук часах вăрман хĕрринчи Ыхраçырмине пырса кĕчĕ, Весуккана çитме тата вунă çухрăм çеç юлнăччĕ. Вăл, нимрен шикленсе-туса тăмасăр, ял витĕрех çул тытрĕ. Ара, мĕнрен хăрамалла унăн? Кам вăл Мăрзабай тарçи… Аçта каять? Хуларан таврăннă май Весуккана кĕрсе тухас терĕ. Мĕн çăмăлпа? Чулçырмари Мăрзабай Павăлĕ хăйĕн тусĕ — учитель патне кĕрсе тухма хушрĕ. Кам та пулин тĕпчеме тытăнсан, çапла çеç калĕ Трашук. Еçĕ те пĕтнĕ. Мăрзабая таврара такам та пĕлет. Ененĕç. Ененмесен те, тĕрĕслеме Весуккана Хрулкка мучи патне илсе кайĕç. Шухăшра çаплаччĕ, ним чăрмав та, хăрушлăх та пулас çук пекчĕ. Пурнăçра урăхларах пулать иккен.

Ял витĕр тухсан, çул кĕскелет. Кунта Нехвет йыснăшĕсем патĕнче пулса курнă Трашук. Аслă урампа тӳп-тӳрех Весукка еннелле тухса каятăн. Тепĕр урампа кайсан, Якаль çулĕ çине тухатăн.

Кăнтăрла çитмен-ха. Урамра çын курăнмасть. Чиркӳрен иртсе урам вĕçнелле çывхарса пыратчĕ йĕкĕт, çав вăхăтра хыçалтан такам:

— Стой! Стой! Кто такой? — тесе кăшкăрни илтĕнчĕ.

Трашук каялла варт! çаврăнса пăхрĕ. Пысăк та хитре пӳрт крыльци çинчен икĕ çын чупса анчĕ. Пĕрин аллинче наган.

«Чăнах та чарăнас мар-и?» — вĕçсе иртрĕ Трашук пуçĕнче.

Наган тытса чупаканни Чее Миття пек туйăнчĕ.

«Вăл хулара пулмалла-çке… Эй, шуйттан пĕлет вĕсене. Çук, «стой» та тумăнăр, «кто такойне» те каламăпăр», — хăвăрт-хăвăрт çиçрĕç шухăшсем.

Тен, çапла шухăшлама ĕлкĕреймен те пуль Трашук? Ура хăех пăталарĕ пуль ăйăр айăкне, алă хăех ăна нухайккапа ăшалантарчĕ пуль? Е апла та пулман-и, хăруш-лăха сиссе, ăйăрĕ хăех тапса сикрĕ-и? Темле пулчĕ, анчах хыçрисем тепре «стой!» кăшкăрса пăшал персе янă çĕре ял кая тăрса юлчĕ, вăрман ярăнса çывхара пуçларĕ. Лерисем кĕске пăшалпа кăна мар, вăрăм пăшалпа та пеме пуçларĕç-тĕр. «Айăра чикелентерме е хама пуçран лектерме пултараççĕ», — тесе шухăшлама та пĕлмерĕ хальччен пуля айне пулса курман йĕкĕт. Айăр мар, хăй çунатланса вĕçнĕ пек туйăнчĕ ăна. Вăрмана кĕрсен, шухăш йĕркелене пуçласан тин хăраса ӳкрĕ Трашук. Ак мĕнле вилеççĕ иккен çынсем вăрçăра. Вăхăт хăраса ӳкмелĕх те пулмасть…

Халь ĕнтĕ йĕкĕт ытлашши те асăрханма пуçларĕ. Ыхраçырминчисем хăваласа çитесрен хăраса хăвалать вăл лашине. Çавăнтах тата, хирĕç юланутсем килсе тухасран сехĕрленсе, ăна чарма та хăтланать. Мал енчен хушăран ура сасси илтĕннĕ пек те туйăнса каять. Аслă çултан пăрăнмалла мар-ши унăн? Пĕр-пĕр тавра çул килсе тухинччĕ, иçмасса. Анчах çул сасартăк юпленсен, хăшĕ тав-ра, хăшĕ тӳрĕ пулассине те чухласа илеймĕн халь. Сукмакпа сăтăрасчĕ — сукмакĕ те курăнмасть.

Сасартăк мал енче лаша кĕçенни илтĕнчĕ. Мăрзабай ăйăрĕ çавăнтах ăна хирĕç тавралăха çурса кĕçенсеячĕ те малалла ыткăнчĕ, хирĕç килекенни кĕсре пулмалла.

Акă лаша тапăртатни те уççăнах илтĕнекен пулчĕ. Çул кукрине çитиччен сиксе анмалла мар-ши? Мурне кайса кĕтĕр пуян ăйăрĕ! Атте пек, лаша пирки кăнса выртăн тата.

Çул кукрине çитес умĕн, урнă пек сиксе пыракан ăйăра араи чаркаласа, Трашук вĕтĕ хăвалăх ăшне сиксе анчĕ.

Меллех сикрĕ, питне çеç кăштах туратпа шăйăрса ячĕ. Телее тата, çул урлă та чупса каçмалла мар.

Трашук тăчĕ те чăтлăх витĕр васкаса хĕвеле май утрĕ. Хĕвеле май тӳрĕрен кайсан, Якальне çитме пулассăн туйăнчĕ ăна…

Вăйран кайнă, кĕпи-йĕмне чылай çĕтнĕ-çурнă Трашук каçалапа пĕр çул çине пырса тухрĕ. Якаль çулех-ши ку? Çапах та, мĕнле çул пулсан та, унпа хĕвелтухăçнелле кайсан, Весуккана та, Ыхраçырмине те пырса лекместĕпех ĕнтĕ.

«Якальне, Темен куккасем патпе те пулин çитесчĕ паян… »

Тӳрех çулпа утма хăрарĕ хăй, асăрханса, вăрман хӳтлĕхĕпе пычĕ.

Çапла, вăл Якальне тĕттĕм пулнă çĕре тин сĕтĕрĕнсе çйтрĕ.

— Ыхраçырминче, Нехвет йыснасем патĕнче, хăнара пултăм. Таврăннă чух, вăрмана хурлăхан татма кĕрсе, аташса кайрăм, — суйрĕ Трашук куккăшне. — Тарçа кĕрĕшме вырăн шыратăп, кунта тупăнмасан, Весуккана каяс пулĕ, — терĕ.

Куштан Теменшĕн пурпĕрех: кирек ăçта кай. Кăшт хăва пулса пурăн та кай. Карчăкĕ хирĕçмен пулсан, вăл ку харам пыра виçĕ кунран ытла пурăнтармĕччĕ те. Юрать-ха, Марье кинемей вашават карчăк. Ахаль чух йăвашскер, хăна килсен, куштан старикне те парăнмасть вара.

Верук упăшкине Шурă Пракань тесе чĕнеççĕ. Трашук куккăшсем патне килкеленĕ чух курнă çав шурă çӳçлĕ, ырă кăмăллă качча. Вăл таврăнсан, Верук Трашука килсе систерме пулчĕ. Кĕçĕр килмеллех, тет. Çавăнпа Куштан Темен хăни хуçана: «Ыран каятăп», — тесе савăнтарчĕ.

Упăшки таврăнасса кĕтсе, Верук таркăнсем валли апат-çимĕç хатĕрлетчĕ. Çав самантра урамран ун патне кӳршĕ хĕрĕ чупса кĕчĕ.

— Верук инке, урама тухса кур-ха, усламçă килнĕ. Майра йĕпписем, хитре лентăсем пур. Эс майралла тумланатăн вĕт. Илсе юл, атту çынсем илсе пĕтереççĕ, — сывлăш çавăрса илмесĕр тенĕ пек каларĕ вăл.

Верук, хăй мĕн тунине çын ан куртăр тесе, кӳршĕ хĕрĕпе пĕрле урама тухма васкарĕ.

Шлепкеллĕ усламçă тавра халăх пухăннă. Верук та пычĕ. Унăн чĕри темшĕн кăрт! та кăрт! сике пуçларĕ. Чăнах та, мĕн пулчĕ-ши паян ăна? Ытла тунсăхланипе пулмалла, кашни иртен-çӳрен çамрăк яш Рамаш пек курăна пуçларĕ. Усламçă хăтланкаларăшĕ те Рамашăнни пекех. Уйрăмах сасси…

Рамаш Ятрус Хрулккипе уйрăлнă хыççăн Якаль çывăхĕнче, вăрманта, икĕ чăваша тĕл пулчĕ. Вырăсла вĕсемпе тутар пекрех калаçрĕ. Чĕлхе хуçма юратакан йĕкĕт вырăс сăмахĕсене савăнсах пăскаларĕ. Кĕтмен çĕртен вĕсене пирус турттарчĕ. Лешсем тапаксăр аптраса çитнĕччĕ пулмалла, хĕпĕртерĕç. Пирус туртнă хушăра хăйсем хушшинче, ют çынран асăрханса, чăвашла калаçрĕç. Рамаш кусем хăйсем те хыпар пĕлесшĕн çуннине тавçăрса илчĕ. Вăл юриех карательсем иртсе кайни çинчен асăнчĕ.

— Иртсе кайрĕç пулсан, кĕçĕр хăрамалли çук. Çапах та тĕттĕмччен тăхтар-ха, — терĕ пĕри чăвашла, юлташне куçран пăхса. Кĕçех иккĕшĕ те, Рамаша тав туса, услам сунса, вăрмана кĕрсе çухалчĕç.

«Вилутрав çыннисемех пулчĕç пуль-ха кусем», — шухăшларĕ Рамаш, çапах палламан çынсемпе халех калаçма асăрханчĕ, малтан яла кĕрсе аппăшне курас та хыпар ытларах пĕлес терĕ вăл.

Верук, урама кӳршĕ хĕрне пӳртрен кăларса ярас шухăшпа кăна тухнăскер, тавар илме пырса перĕнмерĕ, çапах пӳрте каялла кĕме те васкамарĕ. Тем тытса тăрать ăна. Тутар усламçă мар-и? Ак усламçă Верук еннелле пăхса: «Сарынь, на кичку!» — тесе кăшкăрчĕ. Рамаш «кулачкăра» çапăçнă чух çапла кăшкăратчĕ. Тата килте те, ачасем ытла алхасса кайнă вăхăтра, ашшĕ киле таврăннине курсан, çаплах асăрхаттаратчĕ. Халь ĕнтĕ Верук Рамаша палларĕ, вăл мĕншĕн çапла кăшкăрнине те тавçăрса илчĕ. Сыхланма хушать. Ана паллама кирлĕ мар иккен. Трашук Верука Рамаш пирки хăй мĕн пĕлнине пĕтĕмпех каласа панăччĕ. Шуррисенчен çапла тарса-пытанса çӳрет пулас, мĕскĕн.

Тавар сутса пĕтерсен, Рамаш, кулкаласа, шӳтлесе, Верук патне çывхарчĕ.

— Чи хитре лента хăвартăм, сутмарăм. Кам мана чей ĕçтерет, çавна парнелетĕп, — терĕ вырăсла.

Верук ăнланчĕ.

— Ара, çул çӳрекене лентăсăрах такам та чей ĕçтерĕ, — терĕ те вăл, усламçа хăйпе пĕрле ертсе кайрĕ.

Хĕрарăмсем тĕлĕнмерĕç. Верук вырăсла та, тутарла-пушкăртла та шеп калаçать. Пасарлăял хĕрĕ усламçăсемпе калаçма вĕреннĕ ĕнтĕ.

Темен куккăшсем патне мар, таçта ют киле ертсе кĕчĕ шăллĕне Верук. Тĕлĕнтермĕш те савăнăçлă хыпарсем çине-çине хупăрларĕç вара вăрттăн çулçӳревçĕ пуçне. Верук ашшĕпе шăллĕне кĕтсе тăман, куккăшсем пехилленипех çырлахнă, хăй ăссĕн тенĕ пек, качча тухнă. Упăшки ун никам та мар, хайхи, вăрманти Шурă Пракань! Паçăр тĕл пулнă таркăнсенчен пĕри шурă çӳçлĕччĕ, çав мар-и? «Çавă пуль», — терĕ Верук та, вăл ăна кĕçĕр кĕтетех иккен. Çитменнине тата… Трашук кунта Весуккана кайма хатĕрленнĕ те — кĕçĕр çав Шурă Праканьпе курса калаçасшăн. Саванăçсем нумай та… . хуйхи те пур-ха: чей ĕçме хапха-ран кĕнĕ çыннăн, кăшт тăрсан, хапхаранах тухса каймалла. кӳршĕсем курччăр.

— Ак мĕнле тăвăпăр, — терĕ Рамаш. — Эс, аппа, халех кӳршĕсем патне кайса кил. Усламçă ыран Сурачăна кайма лаша шырать, те. Сурачăна çитм кайма хатĕр çын тупăнмĕ, çавах та эп кунта ирччен юлнине пĕлсен, хапха умĕнчи карма çăварсем лăпланĕç.

Рамаш телейне, Верук халь килте пĕчченех иккен. Хуняшшĕ арман авăртма Куçминккана каç выртмалла кайнă. Хунямăшĕ, чирлĕрехскер, сарайĕнче, шăналăк хыçĕнче, выртать.

… Пракань, вăрмантан апат илме таврăнсан, анкартинчи арпалăха кĕрсе ларать. Анкарти хыçĕнченех вăрман пуçланать. Хăрушлăх килсе тухсан, тарса пытанма ним те мар. Çакăнта канаш турĕç кĕçĕр виçĕ енчен тĕрлĕ çулпа килсе çитнĕ виçĕ çын. Рамаш малтанах Праканьрен вăрманти çынсен шухăш-кăмăлĕ мĕнлине пĕлесшĕн пулчĕ.

Вилмене хĕрĕх çын ытла пухăннă иккен. Вырăс та, чăваш та пур. Шухăш-кăмăлĕсем вара тĕрлĕрех. «Самани лăпланчĕ, киле таврăнас», — текеннисем те пур. Теприсем Весукка таврашĕнче отряд пуррине илтнĕ те çавăнта куçма хистеççĕ. Анчах Вилмен утравĕ — питĕ шанчăклă вырăн, ют çын унта кăпăр-капăр пырса кĕреес çук. Çавăнпа яла та таврăнас мар, урăх çĕре те куçас мар текеннисем ытларах иккен.

Рамаш чылай вăхăт шухăша кайса ларчĕ. Ун юлташĕсем, ним шарламасăр, вăл мĕн каласса кĕтрĕç.

— Кĕçĕр çамрăк арăмупа çывăраймастăн пуль, йысна, — терĕ Рамаш, ларсан-ларсан. — Çутăласса кĕтсе тăмăпăр, халех тапранăпăр. Сирĕн кĕтӳçсĕр кĕтĕвĕр саланса пĕтмесен те инкеке лекме пултарать. Карательсем каялла та таврăнма пултараççĕ. Вилменĕре вилнĕ туса хурĕç вара. Тен, эсĕ те, Трашук, пирĕнпе пĕрле каясшăн пуль? Çук, пирĕн кĕçĕрех уйрăлас пулать. Эсĕ çитес тенĕ çĕре çитех ĕнтĕ. Икĕ отряд хушшинче связной пекки пулăн. Халь кунта мĕн калаçнине илтрĕн, лере йĕркипе каласа парăн. Хрулкка мучие кĕтсе ан пурăн ялта, хăвăртрах вăрмана, ревкомсем патне çитме тăрăш. Вĕсем сана пирĕнпе çыхăнма хушсан, каялла килсе, мĕн калассине Верука каласа хăварăн.

Трашукĕ те савăннипе ниçта кайса кĕреймест. Вăл тусĕпе ытларах калаçса ларайманшăн çеç кулянчĕ. Наçтук пирки те каласа пĕтерме ĕлкĕреймерĕ, унăн тĕрленĕ ал тутрине те Рамаша кăтартаймарĕ. Рамаш юлашкинчен Темен куккăшне асăнчĕ:

— «Тĕве кукка» тăвар сутса çуйăхать тетĕн-и, Трашук? Революцишĕн ку та лайăх. Пире малашне пĕр çур пăт тăвар кирлĕ пулать. Ахалех памĕ-ха вăл пире çавăн чул тăвар. Туртса илме те юрамасть. Юрĕ-çке, эпĕ ку ĕçе кайран хамах майлаштарăп. Çур пăт тăвар чакнине хыт кукар сисмесĕрех юлĕ. Эсĕ халь, Трашук, хăвна валли пĕр-ик кĕрепенке те пулин тăвар ыйтса ил. Памасан, макăрса пăх. Апла та памасан — вăрла. Çав тăвар сан пуç-на çăлма пултарать. Тăвар илме халь çынсем таçта çитме те хатĕр. Çавăнпа сана карательсем-мĕнсем ăнсăртран чарсан та, сан пирки иккĕленсе тăмĕç: тăварна туртса илĕç те хăвна хăваласа ярĕç.

Шурă Пракань пултăрне савăнса итлесе ларчĕ.

«Пултарăм кун пек çын, хуньăм тата мĕнле-ши?» — тĕлĕнсе шухăшларĕ вăл.

Ирхине Трашук Весукка еннелле тухса утрĕ. Пĕчĕк хутаçĕнче хăйĕн ик-виçĕ кĕрепенке тăвар. Ана Темен куккăшĕнчен ыйтса та илеймерĕ вăл, вăрлама та май тупаймарĕ. Марье кинемей хăй темле майлаштарчĕ.

Весуккана çитсен тии пĕлчĕ Трашук: Мăрзабай ăйăрĕ çинчен сиксе юлса, вăл пĕркунхине чăнах та вилĕмрен хăтăлнă иккен — ун чух ăна хирĕç Весуккаран Ыхраçырмине таврăнакан карательсен ушкăнĕ пынă. Кунта вĕсем çывăхри вăрмана айĕн-çийĕн тустарнă, партизансене шыранă. Лешсем хăйсене халлĕхе палăртман.

Ревком паролĕ Трашука кирлех пулмарĕ, учитель пуртĕнче ăна Яхруш кĕтсе илчĕ. Осокин хушнипе Яхруш кунта, учитель «хурăнташĕ» пулса, «хăнара» пурăнать. Халь пĕччен пурнакан старикĕн пĕчĕк пӳртĕнче хуçа вырăнне юлнă вăл. Хăй ялти ĕçсене сăнать.

Тепĕр кунне тул çутăлнă-çутăлман Яхруш Трашука «кăмпана» ертсе кайрĕ. Вăрманта, пĕр виç-тăватă çухрăм кайсан, Яхруш шăхăрчĕ. Çавăнтах, çĕр айĕнчен тенĕ пек, пăшаллă икĕ çын килсе тухрĕ. Яхруш юлташне çавсемпе асатса ячĕ те хăй яла васкарĕ.

Партизансен тапăрĕнче

Тăватă çул вăрçă хирĕнче асапланнă, ĕçшĕн тунсăхласа çитнĕ вăйпитти арçынсем, çава туптаса, çурла шăлласа, кăрман юсаса, йĕтем тасатса, çуллахи тертлĕ те кăмăла тултаракан ĕçе хатĕрленнĕччĕ. Анчах еçлесси пулмарĕ. Улпутсем таврăнчĕç, хăйсемпе пĕрле карательсем ертсе килчĕç. Комуч влаçĕ çамрăкраххисене каллех салтака илсе фронта ăсатасшăн пулчĕ. Çынсем вара тепĕр вăрçа кайма васкамарĕç, кайсан та, улпут влаçĕшĕн мар, халăх влаçĕшĕн çапăçма каяс терĕç. Комуч влаçĕнчен пăрăнса, вăрмана тарнисем кашни ялтах тупăннă.

Чулçырмара чăмăртаннă отрядра малтан çĕр çын та çукчĕ. Кĕçех отряд йышĕ-хисепĕ икĕ çĕртен те иртрĕ.

Пали ĕçшĕн пуринчен ытла тунсăхланă курăнать. Сывалнă хыççăн вăл килне таврăнасшăн пулчĕ, анчах Кĕркури, халь чăвашсен командирĕ пулса тăнăскер, пиччĕшне чарчĕ. Шăллĕне те итлемĕччĕ Пали, Мишша-салтака итлерĕ.

— Ак мĕнле тăвăпăр, — терĕ комиссар. — Еçлессӳ килет пулсан, ĕçле! Ялти тăлăх хĕрарăмсене хир ĕçне тума пулăш. Юлташ туп.

Пали пĕр юлташ мар, иккĕ тупрĕ. Виçĕ Якурпа туслашрĕ вăл кунта. Вĕсем çумне тата пĕр вырăс хутшăнчĕ, Поликарп ятлăскер; чăвашсем ăна Пăликан тесе чĕнеççĕ. Пĕринчен пĕри пысăк та патвар çынсем хăйсем. Виççĕшĕ пĕр майлă пулса çапăçма тухсан, вунă-вунпилĕк çынна та парăнмĕç. Еç шырама Хветюк каять. Ана, ача тесе, шуррисем ниçта чарса тĕпчемеççĕ. Суйма тесен, вăл Спиркăран мар, Филькăран та ирттерет. Хветюк суйса эпĕ весуккасем тесен те, тĕрĕсех тухать: унăн аппăшĕ çакăнта качча килнĕ. Пурăнасса та Хветюк ытларах вăрманта мар, ялта пурăнать. Никама юратма пĕлмен Виçĕ Якур Хветюка хăйне çăлнăшăн юратса пăрахрĕ, ĕçе те ăна хăйпе пĕрле илсе çӳрет.

Отряд йышĕ ӳссех пырать. Хĕçпăшал çеç сахалтарах. Çавă шухăшлаттарать-ха вăрманти ревкома.

Сурачăнтан разведчиксем — Спиркăпа Филька — нимсĕрех таврăнчĕç. Унта шуррисем те, хĕрлисем те çук халĕ. Рабочисем хăшĕ Блюхерпа кайнă, хăшĕ кайран вăрмана тарнă. Хĕçпăшал та тупма май çук унта.

Филька станцире пĕр çамрăк рабочипе туслашнă. Спирка çавăн пирки юлташĕпе вăрçса каяс патне çитнĕ-мĕн. Пĕр-пĕр провокаторпа çыхланса, тăшман аллине лекесрен хăранă. вăл; комиссар вĕсене асăрханма хушса янăччĕ. Çавăнтах тата вăл, Сурачăнта каç выртмалла пулсан, станци таврашĕнче хӳтлĕх шырама хушнăччĕ, рабочисене шанма пулать тенĕччĕ.

Отряда разведчиксем виççĕн таврăнчĕç. Çамрăксем хăйсемпе пĕрле Горшков юлташа ертсе килчĕç. Филька, ĕлĕкрех хывăх вĕçтерме юратаканскер, халь пĕртте мухтанмарĕ, Спиркăпа хирĕçни çинчен те шарламарĕ. Спирка комиссара пĕтĕмпе тĕрĕссипе каласа пачĕ. Вара Филька та тӳсеймерĕ.

— Спиридон пире конвойпа илсе килчĕ, — терĕ вăл, кула-кула. — Эпир Горшков юлташпа юнашар калаçса килетпĕр, вăл пĕр пилĕк-ултă утăм кая юлса пырать. Пăлахая персе уксахлама тытăнчĕ тата. Систермесĕр каялла çаврăнса пăхатăп та çакна — чиперех утать. Çул тăршшĕпе аллине кĕсйинчен кăлармарĕ. Эсир, Осокин юлташ, револьвер ан парăр ăна урăх. Вăл тепĕр чух мана персе вĕлерме пултарать.

Комиссар иккĕшне те мухтарĕ: Спиркăна сыхлăх çухатманшăн, Филькăна — кирлĕ çынна ертсе килсе ырă ĕç тунăшăн. Çапах та чапĕ ытларах Филькăна тиврĕ пулмалла. Анчах комиссар Спиркăна ытларах шанать, ахăр. Ана вăл разведкăна пĕччен те яркалать тата револьверне те туртса илмерĕ. Кайран çаван пиркн ӳкĕнмелле те пулчĕ… Спирка ревком заданийĕпе Мăкшăелне кайма тухнăччĕ. Ыхраçырминчен тавра сукмакпа иртсен, вăл çул çине васкарах тухрĕ. Çавăнпа ăна ялтан асăрханă: пĕр юланут çавăнтах хăваласа çитрĕ. Салтак. Çамрăкскер. Чех мар, вырăсах.

— Кам? Ăçтисем? Ăçта каятăн? — ыйтнă май мала тухса, лашине ун умне çавăрса тăратрĕ вăл.

— Весуккасем… Ниçта та каймастăп. Лаша шыраса çӳретĕп, — терĕ Спирка, куç айĕн пăхса.

— Ма йĕвенсĕр-нăхтасăр? Çаврăн каялла. Ялта тĕрĕслĕпĕр. Асту: суйрăн пулсан, персе вĕлеретпĕр.

Спирка, салтак ăна тĕпчеме тытăнсан, аллине мăкăрăлса тăракан кĕсйине чикнĕччĕ. Салтак çавна асăрхарĕ те:

— Руки вверх! — тесе çухăрса ячĕ, хăй çурăм хыçĕнчи винтовкине иле пуçларĕ.

Анчах Спирка та салтака кĕтсе тăмарĕ, револьверне кĕсйинчен вăштах туртса кăларчĕ те персе ячĕ. Пĕрре те мар, темиçе хут шанлаттарчĕ…

Пăшал сассине илтсе пулмалла, ялтан тата икĕ юланут вĕçтерсе тухрĕ. Пĕри аманнă юлташĕ патне васкарĕ, тепри тӳрех — хăвалăх енне чупакан Спирка хыççăн.

Тарăн вар çыранĕ тăрăх ӳсекен вĕтлĕхе çитсен, Спирка каялла çаврăнса пăхрĕ: юланут çывхарнăçемĕн çывхарса килет. Акă ĕнтĕ лаша йывăррăн сывлани те илтĕне пуçларĕ.

Салтак, ют çĕртен килнĕ çын, кунти вырăнсене лайăх пĕлмест. Хăй çулне чăнкă çыран пӳлессе сисмест-ха вăл, çыран айккипе ӳсекен йывăç тăррисене çеç курать. Вĕсем аякран хăвалăх пек курăнса лараççĕ. Çав хăвалăха çитес умĕн салтак хĕçне çӳле çĕклесе сулса яма кăна тăнăччĕ, сасартăк ун лаши, хартлатса илсе, сылтăмалла сиксе ӳкрĕ. Ана каллех хăвалăх енне çавăрсан, салтак тĕлĕнсе кайрĕ: куян пек вирхĕнсе пыракан çын, çыран айне сиксе, çухалма та ĕлкĕрнĕ.

Каратель çыран хĕрринче нумаях кулянса тăмарĕ. Çырана лашипе пĕрлех чикеленменшĕн пĕр хĕпĕртесе, пĕр çӳçенсе илчĕ те каялла вĕçтерчĕ.

Çыран айне сикнĕ Спирка тӳрех тĕм айне кĕрсе ӳкрĕ, юланут каялла кустариччен пĕр йăшăлтатмасăр выртрĕ. Анчах кайран та вырăнтан йăпăр-япăр сиксе тараймарĕ вăл, сикнĕ чух ури аманнă иккен. Тăма хăтланчĕ те… чутах кашкăр пек уласа ямарĕ.

Спиркăн вилĕмрен çăлăнасси темле пулатчĕ-тĕр, ун телейне, инçех те мар, вар леш енчи вир ани çинче хайхи «сезонниксем» ĕçленĕ. Вĕсем Спирка салтакран епле тарнине сăнаса тăнă.

Виçĕ Якурпа Хветюк, çыран айне анса, аманнă ачана шыраса тупрĕç те урăх çĕре, шанчăклăрах вырăна куçарчĕç. Мăкшăелне, пĕр ватă большевик йĕрне шырама, Хве-тюка ямалла пулчĕ. Хветюка хăрушă çула ăсатасшăнах марччĕ те Якур, комиссартан хăрарĕ: ревком сучĕ умне тăратма пултарать. Хăй Спиркăна каçчен сыхлама юлчĕ. Апат хутаççинче ун наган та, граната та пур…

Хăйсем пытанса пурăнакан вырăна партизансем «Тапăр» теççĕ. Ана кăмпа пухакансем те, кайăк йĕрлекенсем те ăнсăртран та, ятарласа шыраса та кăпăр-капăр тупаяс çук. Хрулкка мучи партизансене шанчăклă вырăн тупса панă.

Тапăра куçа курăнман сукмаксемпе каяс пулать. Партизансем хăйсен çулне вăрттăн паллăсемпе палăртнă. Çĕнĕ сукмак ан пултăр тесе, çынсем нихçан та умлă-хыçлă е ялан пĕр йĕрпе утмаççĕ. Тапăр таврашĕнче, унталла иртсе кайма май пур вырăнсенче, патрульсем çӳреççĕ. Пысăк хăрушлăх килсе тухсан, патруль иăшал персе систерет. Тапăр çумĕнчех пысăк та тарăн вар пуçланать. Кирлĕ пулсан, çав вар тĕпĕнчи чăтлăх хӳттипе урăх вырăна куçма пулать. Вырăнĕ шанчăклă, анчах кунта партизансем ĕмĕрлĕхе е хĕл каçмалла вырнаçман-çке. Кĕрхи кунсем çитиччен, ăçталла та пулин кайса, Хĕрлĕ Çарпа пĕрлешме тăрăшас пулать.

Çапах виç-тăват тĕлте çĕрпӳрт турĕç. Вĕсенчен пĕрне Чулçырмара тыткăна илнĕ карательсене хупса лартрĕç. Ревком вĕсене вĕлерес шутпа сут тумарĕ, хулана: «Пирĕн алăра сирĕн заложниксем пур. Каменкăна е пĕр-пĕр урăх яла карательсем пырса тапăнсан, вĕсене çав кунах персе вĕлеретпĕр», — тесе хут çырса ячĕ.

Вăрçă хирне тухса кайиччен отряд штабĕ чăннипех штаб пулса çитеймест пулĕ ĕнтĕ. Халь Осокин ытларах ревком енĕпе ĕçлет. Отряда йĕрекелес ĕç пĕтĕмпех Федотов çине тиенчĕ.

Паян Осокин ирех Спиркăна Мăкшăелне ăсатрĕ те пĕр уçланкăра чылайччен пĕччен уткаласа çӳрерĕ. Хуйхă-суйхă нумай. Мăкшăелне кĕçех карательсем килсе çитме пултараççĕ. Çаплах Самлейпе Чулçырмана та тĕлленĕ пуль-ха вĕсем.

Федотов çывăрать-ха. Осокин вăл выртакан хӳшĕ патне пырса тăчĕ, каллех шухăша кайрĕ.

Хитре çын çак Федотов. Сăнпа хитре, кăмăлпа тата хитререх. Ăспа та, куçпа та юрататăн çакăн пек çынна. Каччă пек çамрăк сăнлă хăй. Ак халь, çывăрнă чух, нимех те çук пек унăн. сăнĕнче. Сарă чăваш ачи. Куç харшисем те сарă. Халь Леонид сăнĕ куçа ытлашши савăнтармасть. Вăл вăранса, тутине темле питĕ ыррăн култарса пĕр сăмах каласанах вара, чун савăнма тытăнать: сана ирхи хĕвел çути пырса çупăрларĕ тейĕн. Çакăн пек этем санпа пĕр шухăшлă пулсан, телейлĕ çын вара эсĕ. Тусна хĕре юратнă пек юрататăн. Тĕлĕнмелле! Леонидпа Осокин пĕр ял çыннисем. Çапах вĕсене ют ял çынни паллаштарчĕ. Тĕрĕссипе каласан, вĕсене пурне те революци паллаштарчĕ. Кăяш Тимкки хăй те илемлĕ çын. Воробьев, Тайман Сахарĕ мĕне тăрать тата!

Çавăнтах Осокин Дутовпа çапăçнă чух фронт командующийĕ пулнă Павлов мичмана аса илчĕ. Вăт, çын, иçмасса. Осокинран нумай çамрăк. Ленин патĕнче те темиçе хут пулнă. Совнарком ăна шанса пĕрмаях пысăк ĕç хушать. Дутова аркатнă хыççăн ăна каллех Петрограда чĕнсе илчĕç. Хăйне курнă чух Осокин вăл чăвашне пĕлменччĕ, çакна вăл ĕнер Леонидран ăнсăртран пĕлчĕ…

Халь, çын чăрмантарман чух, юлташне вăратса, çав Павлов мичман çинчен лайăхрах ыйтса пĕлме шутларĕ Осокин. Леонид, юлташĕн шухăшне туйнă пекех, куçне уçрĕ те, юлташне курсан, йăл кулчĕ.

— Вăрантăн пулсан, тăр, эппин, Леонид Петрович. Санпа калаçас килсе кайрĕ, — терĕ Осокин.

Кĕçех Мăрзабай Çимунĕ те, ир тăма вĕреннĕскер, ун çумне пырса ларчĕ. Вăрманта пурăнма пуçланăранпа Çимун сывлăхĕ самаях тĕрекленсе çитрĕ. Вар пуçĕнче тăп-тăрă çăлкуçĕ пур. Çавăн çумĕнчи çерем çине выртсах клаçрĕç ревком членĕсем. Осокин Федотова Павлов пирки тĕпче пуçларĕ. Çимун, хăй те Оренбург фронтĕнче пулнăскер, вĕсен çамрăк командующийĕ чăваш ачи пулнине пĕлсен, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ.

— Тĕрĕссипе каласан, вăл ман некрех чăваш, — терĕ Федотов. — Анчах чăвашла калаçма пĕлмест. Унăн ашшĕ — чăваш, амăше — вырăс хĕрĕ. Салтакран тăван ялне таврăнман унăн ашшĕ. Таçта Тамбов таврашĕнче авланнă та пурăнма Питере куçнă, рабочи пулнă. Çапла вара, Сергей Дмитриевич хăй Питĕрте çуралса ӳснĕ. Эпĕ унпа Мускавра, прапорщиксен шкулĕнче, паллашрăм. Ун чух эпĕ те, вăл та большевик пулса çитменччĕ-ха, çавах чăн-чăн большевиксен сăмахĕсене питĕ тăнласа итлеттĕмĕр…

— Чим-ха, Леонид Петрович, эсĕ аташа пуçларăн мар-и? — пӳлчĕ ăна Осокин. — Урăх Павлов пирки калаçатăн пуль. Лешĕ прапорщика вĕренсе тухна тетĕн, пирĕн Павлов вара сан пек пехота мар, мичман. Унăн чинĕ-званийĕ те, революциллĕ тивĕçĕ те çак икĕ сăмахран: Павлов мичман! «Адмирал Макаров!» пекех чаплă янăрать… Питĕртен матроссене ертсе килчĕ вăл, революци тăвакан матроссене! Прапорщик мĕн вăл?! Эсĕ те прапорщик, эпĕ те прапорщик пулма пултарнă. Çимун та, ав, кăшт кăна пулайман. Çапла-и, Семен Тимофеевич?

— Назар калашле, ни салтак, ни офицер, — терĕ Çимун. — Ан кӳрен, командир юлташ, сан чинна хисепле-меншĕн. Пĕлтĕр Назар санпа вăрçса кайни çинчен мана мучи каласа панăччĕ.

— Чимĕр-ха, прапорщикран ан кулăр, — хирĕç тавăрчĕ Федотов. — Совет влаçĕн чи малтанхи главнокомандующийĕ кам пулчĕ, пĕлетĕр-и? Крыленко, прапорщик. Павлова эпĕ Октябрь революцийĕ пулнăранпа пĕр уйăх иртсен Смольнăйра тĕл пултăм. Малтанах паллаймасăр иккĕлентĕм. Моряк форми тăхăннă, мичман. Хăй палласа илчĕ. Çавăн чух калаçрăмăр вара. Вăл Ленин патĕнче пулнă иккен…

— Кам, кам пулнă Ленин патĕнче?

— Пире те итлеме юрать пуль-ха?

— Ленин юлташ патĕнче пулнă-и?

Ревком членĕсем, тĕлĕнсе, пуçĕсене çĕклерĕç. Вĕсем халĕ виççĕн кăна мар иккен, çынсем нумайăшĕ вăраннă та вĕсене хупăрласа илнĕ.

— Михаил Антончă, пĕлтĕрхи сан юмахна эпĕ халĕ те манман-ха, — терĕ Шатра Микка. — Эсĕ ун чух малаллине тепĕр сурхури çитсен каласа парăп, тенĕччĕ. Халь калаçу çав йĕрпех пырать иккен. Ман шухăшпа, салтаксене пурне те пухса калаçас. Эçĕ Ленин юлташ çинчен ху мĕн пĕлнине каласа парăн. Вара малалла Федотов юлташ хăй мĕн курни-илтнине каласа кăтартĕ. Вăл, хăй Ленина курман пулин те, курнă çынпа калаçнă. Çапла тусан, питĕ лайăх пулĕччĕ.

Осокин кулса ячĕ:

— Сана, ача, клуб пуçлăхĕ тăвас мар-и? Вăрманти клуб пуçлăхĕ!

— Ан васка. Ашшĕпе пĕрле, тен, чăн-чăн клуб пуçлăхĕ те килсе çитĕ-ха, — куçне хĕсрĕ Шатра Микка.

Ыттисем ку сăмаха ăнланаймарĕç. Мишша-салтакĕ вара тем тавçăрса нлчĕ пулмалла, çынсем сисмеллех хĕрелсе кайрĕ.

Çав вăхăтра комиссар умне Кĕркури пырса тăчĕ.

— Офицер вăранчĕ, алăка шанлаттарать, — терĕ вăл.

— Тата мĕн кирлĕ ăна?

— Кăларса ярăр пире, не имеете права, тет. «Право» тесен, салтаксем кула пуçларĕç.

— Тупса парăр çавна правă, пĕрех хут, — терĕ пĕри. — Чĕр юн пуличчен нухайккапа кастарас та персе вĕлерес. Ĕçĕ те пĕтнĕ!

— Леонид Петрович, — терĕ Осокин. — Кайса лăплантар çавна, эсĕ офицерсемпе калаçма пĕлетĕн. Сана юратать вăл, санпа чиперех калаçать, манпа калаçнă чухсурчăкĕ сирпĕнет.

Федотов, тăрса, çĕрпӳртсем еннелле утрĕ.

— Вăрах ан аппалан унта, хăвăртрах таврăн. Эпĕ калаçу пуçлам, эппин, — кăшкăрчĕ комиссар.

Çук, салтаксемпе калаçасси пулаймарĕ паян. Малтан, пĕр кĕтмен çĕртен, Тапăра Трашук килсе çитрĕ. Ял çынни килнĕшĕн пурте хĕпĕртесе ӳкрĕç, пĕрне-пĕри пӳлсех, ăна ыйтусем пачĕç, хупăрласа илчĕç. Анчах Трашук хыпарĕсем чылай кивелнĕ-мĕн. Çынсем кăшт лăплансан, вăл Осокинпа уйрăм калаçасшăн пулчĕ. Трашук вăрттăн каламалли хыпарсене каласа та пĕтереймерĕ — тепĕр хыпарçă, кĕтнĕ хыпарçă — Илюша Чугунов хула енчен килсе çитрĕ…

Рамаш отрячĕ

Юлашки вăхăтра самани те кĕрхи улшăнчăк çанталăк евĕр хăтланкалать: пĕр тапхăр — хĕвел ăшши, тепĕр тапхăр — кăра çил ташши; пĕр ачалла кулать, пĕр кашкăрла улать…

Якаль пуянĕсемшĕн те çаплах пулмарĕ-и? Халь кăна ялти камунсенчен хăтарса савăнтарнăччĕ куштансене самана, çавăнтах Белянкинăн шăршланса кайнă виллине кăтартса сехĕрлентерсе пăрахрĕ.

Якаль пуянĕсен, чăнах та, сехрисем хăпнă çав. Вăрманта вĕлернĕ Серафим Дятловăн пĕр хушаматлă пуян хурăнташĕ чылайранпа лăпкă çывăраймасть ĕнтĕ. Çук, Белянкинсене вăрмана, лесник пӳрчĕ патне, çул кăтартса янăранпа мар, чăтлăхра Белянкин виллине ăнсăртран тупнăранпа. Эсерĕн Виçĕ Якур çакса хăварнă виллине шăпах çав Аристарх Дятлов, Чулçырмари Хаяр Макар хăраххи, ял çыннисене, хăйĕн тăванне сутакан çын, тупнă-мĕн. Çавăнтанпах ыйхă çухатнă вăл. Хăйне те кам та пулин паян-ыранах тытса çакассăн туйăна пуçларĕ ăна. Çитменнине, халь тата ак таркăнсем пысăк ушкăнпа вăрманта пытанса пурăнаççĕ. Вĕсем хушшинче Серафимăн çывăх хурăнташĕсем те пур вĕт…

Усал та хăравçă çыннăн сехри хăпсан, хăйĕнчен те усал ĕç тума хатĕр вара вăл…

Мобилизацирен тарса пурăнакан çынсене, вĕсем, пĕр çĕре чăмăртанса, социаллă вăй пулса тăраймасан, таркăнсем теççĕ çав. Урăхла каласан, ун пек çын дезертир пулать. Вăрмана тарнă Якаль çыннисем хăйсене чăнах та дезертирсем пек тыткаланă. Вилмен пек шанчăклă вырăн пулмасан, вĕсем, тен, пĕр çĕре пухăнман та пулĕччĕç, вăрманта сапаланса пĕтĕччĕç. Анчах вĕсене çав утрав та пĕтĕçтереймерĕ: çынсем кунта пĕр шухăшпа мар, пĕр туйăмпа — вăрçа каяс килменнипе — пухăннă иккен. Ку туйăмпа хăвна ху çеç çунтаратăн. Влаçр. ан ĕмĕр тарса пурăнаймăн. Çавăнпа таркăнсем хушшинче часах киле таврăнас, власть аллине парăнас текенсем тупăнчĕç.

Малтанах ун пеккисем сахаллăнччĕ. Каярахпа, вĕсем хĕтĕртнипе, çирĕпреххисем те иккĕлене пуçларĕç. Виç-тăват вырăспа ик-виç чăваш çеç, хĕрлисене шыраса, тĕнче хĕррине те кайма хатĕр. Анчах вĕсем юлташĕсене ӳкĕтлеме витĕмлĕ сăмах тупаймарĕç…

Вилмен ушкăнĕ шăпах сапаланса каяс патне çитсен, Шурă Пракань унта хăйĕн пултăрне ертсе килчĕ.

— Пирĕн пата ют ялсем хăнана çӳре пуçларĕç. Пире те çын вырăнне хуракан пур иккен, — терĕ пĕр вырăс, шӳт тунă пек пулса.

— Юланутлă, нухайккаллă хăнасем килесрен хăрамастăр-и? — тавăрчĕ ăна йĕкĕт.

Çак сăмахран пуçланчĕ те Рамаш ĕçĕ. Тунсăхласа, тарăхса çитнĕ çынсем кĕçех пурте çамрăк йĕкĕте сырса илчĕç. Рамаш, çĕнĕ хыпарсем пĕлтернĕ май, хĕрлисем хăш енче паттăррăн кĕрешни çинчен, Чапаев отрячĕн мухтавлă ĕçĕсем çинчен сăмахларĕ, пĕлменнине те пĕлнĕ пек туса каларĕ. Малтанах хирĕçекен-тавлашакан пулмарĕ, Рамаш сăмахĕсене пурте тимлĕн тăнларĕç. Мобилизацие тивĕç салтаксем — çамрăк çынсем: хăшĕ Рамашран виçĕ çул, хăшĕ икĕ çул çеç аслăрах. Çавах вĕсем унчченех салтакра пулса курнă. Пĕри çеç, питне-куçне хура сухал пусса кайнăран, ыттисенчен нумай аслă пек курăнать. Çӳллĕ те хитре вырăс. Куçĕ хăйĕн ялтăркка та çивĕч, — хушăран ылтăн хĕлхем çиçтерсе илет. Хăйне Миша тесе чĕнеççĕ. Воронин Миша. Çавă çынсене пуринчен ытла пăлхатать иккен. Ун пирки Рамаш, хăйне куричченех, йыснăшĕнчен ыйтса пĕлчĕ.

Рамаш каярахпа партизансен тивĕçĕ пирки сăмах хускатсан, хитре вырăс сăмахсене хуçкаласа хирĕçе пуçларĕ:

— Краснобайство! Чижик-пыжик. Хорошо поешь, да не знаю, где сядешь, — терĕ вăл йĕкĕлтесе тăрăхланă майлă.

Рамаш, Воронин сăмахне илтмĕш пулса, йĕри-тавра пăхса илчĕ. Лешĕн сăмахĕсене ырлакансем палăрсах каймарĕç. Ун çумĕнчи юлташĕсем çеç кăшт кулам пекки турĕç.

Рамаш пĕр самант чĕнмесĕр тăчĕ.

«Хĕрнĕ тимĕре сивĕтсе ярас мар, çийĕнчех туптас!» — çиçрĕ шухăш ун пуçĕнче.

— Эпĕ, юлташсем, сирĕн пата йысна хăни пулса е мобилизацирен тарса килмен, — терĕ вăл çирĕп сасăпа. — Хам пуçа çеç çăлас тенĕ пулсан, урăх çулпа кайнă пулăттăм. Революци хушнипе, ревком полномочийĕпе килтĕм эпĕ кунта. Кам-ха эсир халь? Учредиловка влаçне йышăнатăр пулсан, эсир — дезертирсем. Йышăнмастăр пулсан — партизансем, хĕрлĕ партизансем пулма тивĕç. Кашниех шухăшласа пăхăр: малалла дезертир пуласшăн-и эсир е партизан-и? Урăх çул çук сирĕншĕн. Лайăх шухăшлăр, сире никам та ирексĕрлемест…

Ун сăмахне пӳлекен урăх тупăнмарĕ. Вара Рамаш çынсене шухăшлама вăхăт пачĕ те пĕр тунката çине хăпарса тăчĕ.

— Юлташсем, ĕçхресченĕсем! — çĕнĕрен сăмах пуçларĕ вăл, кашни çынна куçран пăхма тăрăшса. — Кунта, пирĕн хушăмăрта, кулак таврашĕ çук. Мĕн кирлĕ-ха пире? Мир кирлĕ. Лăпкă пурăнăç кирлĕ. Тата килйыша савăнтарса ĕçлеме, тăранса пурăнма çĕр кирлĕ. Совет влаçĕ пире мир те, çĕр те пачĕ. Хулари буржуйсем, çĕр тытса тăракан улпутсем, ялти кулаксем — мир тунипе те, хресчене çĕр панипе те килĕшмерĕç. Пире мирлĕ пурăнма, хамăр телейшĕн савăнса ĕçлеме парасшăн мар вĕсем. Сирĕн ялти мирлĕ çынсене, Яшкинпа Дятловсене кам вĕлернĕ? Кулаксем тата улпутсен-буржуйсен тарçисем. Сире те вĕлереççĕ… Сирĕн мĕн, çакна кĕтсе тăмалла-и? Воронин юлташ, санпа калаçатăп. — Рамаш, сассине хытарса, хитре вырăса куçпа шыраса тупрĕ. — Ак, сăмахран, сана пĕр-пĕр кулак ывăлĕ хăлха чиккинчен тыттарсан, эс, мĕн, хитре хура сухална шăлкаласа пăхса тăрăн-и? Е тăшмана тавăрма тăрăшăн-и?

Халăх, калаçакана кăшт канма парас тенĕ пек, хускалса илчĕ. Пурте, кулкаласа, Воронин çинелле çаврăнса пăхрĕç.

— Мана-и? Мĕншĕн? Çыхланса пăхтăр-ха! — терĕ лешĕ, урăх ним калама аптраса. Сăнĕ çавах çиллес-ха хăйĕн.

— Хăвна тивсен, тавăрма хатĕр ентĕ эсĕ, — терĕ малалла Рамаш. — Юлташна тивсен вара мĕнле? Çăвар карса пăхса тăрăн-и е…

Хитре вырăс тӳсеймерĕ, оратора пӳлсе:

— Мĕн эс мана килсе çыхлантăн, çамрăк-ха мана вĕрентме! — тесе кăшкăрса пăрахрĕ. — Авлан малтан, арăмна ача тутар, вара килсе калаç пирĕнпе. Ун чух, тен, итлĕпĕр те…

— Пирĕн арăмсем çамрăк çав, — терĕ тепри. — Эх, киле таврăнса, арăмпа шăналăк ăшне кĕрсе выртасчĕ. Çапла-и, Миша?

Рамаш çынсен кăмăлĕ хăш еннелле çаврăна пуçланине сисрĕ те чĕлпĕре кăшт пушатма шутларĕ.

— Авланаймарăм çав, Воронин, — терĕ вăл, ĕнсине хыçкаланă пек туса. — Арăм çук-ха ман… Юратнă хĕр пур вара, кунтан инçех те мар. Çимĕк тĕлнех кĕтетчĕ вăл — каяймарăм. Савнă хĕре курас тесе, икçĕр çухрăм ытла çуран танккарăм. Çитме вунă-вунпилĕк çухрăм çеç юлнăччĕ — çитеймерĕм. Чăрмантарчĕç…

Рамаш сасартăк шăпланчĕ. Халăх та чĕнмерĕ. Хăшĕ, Рамаш пек, ĕнсине хыçкаларĕ, хăшĕ, шухăша кайса, ассăн сывласа. ячĕ. Пĕри тата, качча шеллесе, сăмах хушрĕ:

— Ма çитмерĕн вара хĕрӳ патне? Кам чăрмантарчĕ? Сан пек пулсан, эпĕ халĕ те кайса килĕттĕм. Сана мĕн? Салтака илме çул çитмен вĕт…

Рамаш сассине каллех хытарчĕ. Халь ĕнтĕ çын чĕрине пырса тивекен сăмахсем калама тăрăшрĕ.

— Кам чăрмантарчĕ тетĕн-и? Эсир чăрмантартăр, айвансем! Сире паян тесен паян тытса пĕтереççĕ, персе вĕлереççĕ. Çавах, юлташсем, ан пăшăрханăр, сирĕн пирки шухăшлакан пур. Эсир ăçтине, миçен пулнине ревком лайăх пĕлет. Ревком ячĕ мана сирĕн пата, сиртен отряд йĕркелеме хушрĕ. Мана отряд комиссарĕ пулма хушрĕ. Сирĕн хушăртан пĕр-пĕр опытлă командир тупăнмасан, халлĕхе командир хамах пулăп. Çамрăк тесе ан иккĕленĕр. Юлашки пилĕк-ултă уйăх хушшинче эпĕ çĕр хут çапăçура пултăм… Калаçса çитĕ ĕнтĕ. Хăрушлăх çывхарчĕ. Мана шанатăр пулсан, революци ячĕпе каланă сăмаха итлетĕр пулсан, отряда чăмăртанар. Итлĕр, юлташсем, ман сăмаха: кам та кам партизан пулса ирĕклĕхшĕн, пурнăçшăн, революцишĕн çапăçма хатĕр — ав çав лапсăркка хурăн айне кайса тăтăр. Кам таркăн пулса вăрманта пытанса пурăнасшăн е киле таврăнса тăшман аллине парăнасшăн — çак вырăнтах юлтăр.

Çапла каларĕ те Рамаш тăруках пăшăрханса ӳкрĕ:

«Ытлашши васкамарăм-ши? Ревком ячĕпе хам тĕллĕн ĕçлесе, ĕçе пăсмарăм-ши? Ма никам та вырăнтан хускалмасть-ха тата?»

Ку самант Рамашшăн çур ĕмĕр пек туйăнчĕ. Ак ушкăнран Шурă Пракань уйăрăлчĕ, ун хыççăн хурăн айне пĕр вунă-вуникĕ çын кайса тăчĕç. Ак тата иккĕн-виççĕн хускалчĕç…

Рамаш кĕтсе тăрать, никама та васкатмасть. Ушкăнри халăхран çурри ытла хурăн айне куçсан, тепĕр çурри талккăшпех тапранчĕ. Малтанхи вырăнта хура вырăспа унăн икĕ юлташĕ çеç юлчĕç. Кăшт тăрсан, Воронин унта пĕчченех юлчĕ, вăл питĕ хурланчăк сăнлă пулса кайрĕ.

— Пĕччен юлтăн вĕт, Миша! Атя, кил кунта. «На миру и смерть красна» теççĕ вырăссем. Эс вырăс вĕт, эп, чăваш пулсан та, вырăс йăлипе пурăнас е вилес терĕм, — чĕнчĕ ăна пĕри.

Юлашки çын та вара халăх енне танккарĕ…

Ĕçе васкатнăшăн халь ӳкĕнмест ĕнтĕ Рамаш. Тепри пулсан, тен, каплах васкамĕччĕ те. Çамрăк командир Стерлитамакра пулса иртнĕ ĕçсене астуса юлнă çав. Çынсене пĕр шухăш-кăмăллă тумасан, хăрушлăх çитсен сурăх кĕтĕвĕ пек пулса тăраççĕ вĕсем.

Рамаш кунĕпех отряда йĕркелес енĕпе ĕçлерĕ. Отрядра пурĕ хĕрĕх тăватă çын, вăл хăй хĕрĕх пиллĕкмĕш пулчĕ. Командир пулма килĕшекен салтак тупăнмарĕ. Вара Рамаша пурте: «Ревком хушнипе килтĕн пулсан, атя, хăвах пул», — терĕç.

Рамаш отрядра тăватă отделени турĕ. Кашни отделенире командир суйлаттарчĕ. Чăвашсем Шурă Пракане суйларĕç. Отрячĕ чăмăртанчĕ те… Хĕçпăшал сахалтарах: вуникĕ винтовка та темиçе берданка çеç. Револьвер е граната тавраш пачах çук. Отряд командирĕ хăй те пăшалсăр. Пĕри таçтан кинжал евĕрлĕ пысăк мар, шĕвĕр вĕçлĕ, икĕ енчен те çивĕч хĕç тупса килнĕ. йĕнни те пур. Çав хĕçе Рамаша çактарчĕç, командир палли пултăр терĕç.

Çынсем кĕçĕр хăйсеи хушшинче килĕшӳллĕн, лăпкăн калаçрĕç. Кашнийĕнех чĕри вырăна ларчĕ пек. Халь вĕсен командир та пур, ыйха сыхлакан часовойсем те пур. Чăннипе, часовойсем кирлех те мар. Вилмен утравне çĕрле çын пырса кĕреймĕ. Çавах часовойсем тăратас терĕ командир. Пĕр енчен, йĕркелĕхшĕн, тепĕр енчен… килсе кĕрекенсенчен мар, тухса кайма пултаракансенчен сыхланас терĕ вăл. Кĕçĕрлĕхе часовойсене ылмаштараканни Шурă Пракань. Сехет тени никамăн та çук. Автан вăрманта авăтмасть.

— Алтăр çăлтăра сăна, — терĕ Рамаш йыснăшне, хăй çывăрма выртрĕ.

Çĕрле Рамаш питне такам алли сĕртĕнчĕ. Рамаш çывăрман пекех яшт! тăрса ларчĕ. Ун çумне Шурă Пракань кукленнĕ иккен.

— Мĕн пулчĕ?! — сасă кăлармасăр ыйтрĕ командир.

— Воронин тарнă.

— А часовойсем? Сисмен-и е çывăрса кайнă-и?

— Çук, çывăрман. Часовойсене пĕрмаях тĕрĕслесе тăратăп. Вăл каçхинех çухалнă. Унăн юлташне, Чашкина, часовоя тăратрăм, çав каларĕ.

— Юлташĕ тарнине малтанах пĕлнĕ-и вăл?

— Пĕлнĕ пуль. Халь «пĕлмен» тет. Никама каламасăр яла кайса çӳреме вĕреннĕччĕ çынсем, çапах каç пулсан кайма шикленетчĕç. Ку, ав, лачакана кĕрсе ӳкесрен те хăраман.

Рамаш шухăша кайрĕ. Пĕр çын уйрăлса кайни нимех те мар-ха. Анчах кун пек çын, ăнсăртран тăшман аллине лексен, юлташĕсене сутма пултарать. Карательсем халлĕхе Якалĕнче çук пулин те… кулаксем пур. Вĕсем отряда хăйсем кăна килсе тапăнмĕç-ха, çапах та… Çапах та командир чĕри вăркать. Халь тата ку таркăн акă… Вилмен утравĕ тыткăн утравĕ пулса тăма та пултарать. Пире кунта питĕрсе лартма ним те мар. Çак шухăш Рамаш пуçне кăнтăрлах, çук, унчченех, кунта киличченех, пырса кĕнĕччĕ. Ку ĕçе ырана хăварнăччĕ вăл. Воронин тарни чуна çĕнĕрен пăлхатса ячĕ.

— Рамаш, итле-ха — пăшăлтатрĕ Шурă Пракань. — Эсĕ кăнтăрла, çынсемпе калаçнă чух, сана ревком пирĕн пата ячĕ терĕн. Ма апла суйрăн? Эс ревком патие çитмен-иç?

— Ĕнер арпалăхра виççĕн канаш тытнă чух каларăм-çке. Халь эпир виççĕн пĕчĕк ревком пек пултăмăр терĕм. Халĕ эсĕ те ревком членĕ ĕнтĕ. Çавна та сисмерĕн-и? Лере — пысăк ревком, кунта пирĕн пĕчĕк ревком пулĕ. Халь, ак, каллех, канаш тытмалла пирĕн. Пире тепĕр çын кирлĕ. Эп пĕлсех çитместĕп-ха, сана шанатăп. Аслă та шанчăклă çын пур-и?

— Пур. Дятлов, пĕрремĕш отделени командирĕ. Ларка тесе чĕнетпĕр. Лариван Çтепанчă Дятлов. Нумай калаçма юратмасть. Анчах эпĕ чăвашсене яла таврăнма чарнă вăхăтра вăл вырăссене ӳкĕтлерĕ. Çапла эпир унпа эс киличченех пĕр шухăшлă пултăмăр.

— Каллех Дятлов! — аптраса ӳкрĕ Рамаш, Лариванĕ пирки хальччен илтмен пек пулса. — Миçе Дятлов сирĕн кунта?

— Вырăс хушшинче çур ял ытла.

— Вăрат эппин. Ерипен, çынсене ан пăлхат. Командир ура çине тăрса карăнкаларĕ те унтан часовой тăракан çĕрелле утрĕ.

— Эс, Чашкин-Ложкин, ху та юлташу хыççăн сăптăрма шухăшламастăн-и? Епле вара Воронин тарнине сисмен эс? Юрĕ, ним те ан кала, тепĕр хут суйса çылăха ан кĕр. Каях, эппин, сан пек çынна шанса часовоя тăратма пултараймастпăр. Çывăр, ыран калаçăпăр, — терĕ командир ним тавăрса калама пĕлмен часовоя.

Чашкин, те тĕлĕнсе, те хăраса ӳкнипе, пĕр хушă вырăнтан хускалмасăр тăчĕ. Командир, çурăмран лăпканă пек чышса, уçăрах сасăпа: «Кайса çывăрах. Е Воронин пек яла тарас тетĕн-и? Кай, чармастăп», — тесен тин, лешĕ вăрăммăн сывласа, мăшлатса илчĕ те сăмах чĕнмесĕрех юлташĕсем çывăракан еннелле сулăнчĕ.

— Ларса канашлар-ха, Дятлов юлташ, — терĕ Рамаш лешĕ те вĕсем патне пынă хыççăн. — Часовойсем çывăрччăр. Тен, çынсене кĕçех тăратмалла пулĕ.

Ларка ятлă Дятловĕ чăн та тулăклă çын. Унпа нумай калаçмалла та пулмарĕ. Шурă Пракань, пултăрне юратса пăрахнăскер, Рамаш мĕн каласан та килĕшет. Вырăс та Рамашпа килĕшрĕ.

— Аристарх Дятлов ахальтен мар хулана кайнă теççĕ. Пирĕн ĕçпе кайнă вăл. Коммунистсене сутнăскер, пиртен хăрать вăл. Карательсем кĕç-вĕç килсе çитме пултараççĕ. Мĕн пулсан та, ку вырăнтан хăвăртрах куçас пулать, — терĕ Ларка.

Куçасси паллă-ха. Кун пирки Рамаш Ятрус учительпе калаçнă чухнех ăнкарчĕ. Халĕ командир урăхларах шухăшла пуçларĕ. Вилменрен тухсан та, ытлашши аяккалла кайма кирлĕ мар. Сукмак çывăхĕнче сăнавçа хăварас. Пĕр енчен, Трашук халех таврăнса, ревкомран кăтарту илсе килессе ĕмĕтленет вăл. Тепĕр енчен… Ку шухăша Рамаш сасăпах каларĕ:

— Тĕрĕс шухăшлатăн, Ларион Степанович. Санпа пĕр хушаматлă тăшман, чăнах та, карательсене систерме кайнă пулмалла. Пĕр ик-виçĕ кун тăшмана çакăнтах, Вилмен таврашĕнчех, кĕтсе пурăнар. Пире тупайманнипе карательсем партизансен çемйисене шар кăтартĕç. Тен, çав усалсемпе пирĕн халех çапаçмала пуле. Асăрханма тивет.

Иăнăшмарĕ Рамаш. Ик-виç кун кĕтсе пурăнмалла та пулмарĕ.

Отряд тул çутăлнă çĕре, Вилмен утравĕнчен тухса, вăрман ăшнелле çул тытнăччĕ — кайрисем çын чупса килнине курах кайрĕç. Командир, Шур Праканьпе Ларкана мала ярса хăй хыçала юлнăскер, таркăн вырăса палласа илчĕ те отряда чарма хушрĕ. Халтан кайса çитнĕ Воронин, командир умне пырса ӳксе, макăрнă пек сасăпа, такăна-такăна:

— Часрах!.. Карательсем килнĕ, çемьесене пĕр киле пухса, хупса лартнă. Пирĕн пирки тĕпчеççĕ, нухайккапа хĕнеççĕ. Эп аран тарса хăтăлтăм, — терĕ.

— «Часрах!»

Çак сăмаха мĕн шухăшпа каларĕ-ши куян чĕреллĕ этем? Тен, вăл: «Часрах тарар, пире килсе тытма пултараççĕ», — тесе каласшăнччĕ пуль? Çук, партизансем ăна урăхла ăнланчĕç. Енер тĕрлĕрех шухăшпа сĕмленнĕ çынсем паян командир тавра пурте пĕр шухăшлăн кĕпĕрленчĕç, шăтарас пек куçран пăхса, вăл мĕн каласса кĕтсе тăчĕç…

«Пĕчĕк диктатор» штабĕнче

Малтанхи вăхăтра Пăслăкри шуррисен хушшинче «пĕчĕк диктаторсем» ытларах та алхаснă. Контрразведкăна лекнĕ хула çыннисене Назар сутсăр-следствисĕрех пере-пере вĕлернĕ. Ансăртран комиссара тартнипе çеç вăл кăштах хӳрине уснă. Тен, вăл ытларах та шар курнă пулĕччĕ те, комиссар епле майпа тарнине унран хăйĕнчен пуçне пĕлекенсемех пулман. Конвойри салтаксене вара Назар шарлама хушман, «персе вĕлереп» тесе хăратнă. Тен, тревога çĕклесе, таркăнсене шырама та тухман пулĕччĕ вăл, анчах Леонида тытса пуçхĕрлĕ çакас кăмăлпа урса кайнă. Хăй. асăрхаманнине пулах вара кайран пысăкрах пуçлăхсем Николаев «пĕр арестанта» тартни çинчен пĕлнĕ.

Таркăнсене иккĕшне те тытасса шаннă çав Назар. Çамрăк чухнех хулара пурăнса курнăскер, тавралăха лайăх пĕлет вăл: тăпра купаласа тунă пĕртен-пĕр çул ниçталла пăрăнмасăр ту хушăкне илсе каять…

Хаяр офицер çав ту хушăкне ирччен хурал хăварса та, çурçĕрелле каякан хыр вăрманне çити йĕрлесе те таркăнсене тупайман. Лешсем кăнтăр еннелле тарса пытанма пултарасса вăл пĕрре те кĕтмен.

Авандеев вăрттăн штаб валли вырăн палăртнă чух çавăн пек пуласса та шута илнĕ. Хула çывăхĕнчи ту хушăкĕнче те çĕр хăвăлĕсем пур. Малтан çавăнта пытанма сĕннĕ ăна хула çыннисем: «Кирлĕ пулсан, хыр вăрманне тарма питĕ ăнăçлă», — тенĕ.

Анчах Кăяш Тимкки хуларан ăнăçлăрах тарас шухăшпа килмен кунта. Çавăнпа вăл пытанса пурăнма та, уесри икĕ ревкомпа çыхăну тытса тăма та шанчăклăрах вырăн урăх енче тупнă.

Хыр вăрманĕнчн ревкомпа та Авандеев вăрманлă ту хырçи тăрăх мар, çеçенхир урлă, чугун çулпа çыхăну тытса тăрать. Хĕвеланăçĕнчен килекен связнойсем поезд çинчен çывăхри разъездра анса юлаççĕ. Хĕвелтухăç енчен килекеннисем вара, çуран е лашапа, вăрмансем урлă, юлашкинчен — Тук тăршшĕпе çӳреççĕ.

Чи малтан Авандеев хĕвелтухăç енчен лайăх хыпар кĕтсе илчĕ; хыр вăрманĕнчен хыпар нумай вăхăт пулманччĕ. Çавах та кĕтнĕ хыпар çитрĕ-çитрех. Унта икĕ отряд тĕвĕлене пуçланă-мĕн: пĕри малтанах палăртса хунă вырăнта — хыр вăрманĕнче, тепри тата хĕвеланăçнерех, Пăслăк уесĕнче те мар, Самар уесĕнче — хура вăрман ăшĕнче ларакан Домашка ялĕнче. Халь ĕнтĕ пĕр уесри ĕçсене кăна мар, икĕ уесри ĕçсене пĕтĕçтерсе тăракан пулчĕ Авандеевăн штабĕ.

Пăслăк ревкомĕ хула çывăхĕнчех ĕçленине сисмеççĕ шуррисем. Çывăхри ту хушăкĕсене тĕрĕсленипех лăпланнă вĕсем. Кăяш Тимкки вара хулари ĕçсене пĕлсех тăрать. Малтанхи вăхăтра, Федотовăн ĕçĕ сасартăк татăлнă хыççăн, Тимкка, офицерла тумланса, хулара хăй пулкаларĕ. Каярах, унта пĕрне-пĕри палламан офицерсем сахаллансан, хăй çӳреме асăрханарах пачĕ. Çав сăлтавпах вăл Илюшăна хула таврашĕнче ытлашши чарса тăчĕ. Чугуновăн хула çывăхĕнчи Сухоречка ялĕнче тăванĕсем пурăнаççĕ. Лешсен вара тăванĕсем хулара пур. Илюша, Авандеев хушнипе, хулара «хăнара» пулкаларĕ.

Мăрзабай ывăлĕн ĕçне те пĕлсе тăрать ревком. Назар хăйне паллакан çынсемех сăнаса тăнине сисмест. Усал ĕмĕчĕсем унăн хăйĕнчен те пысăк. Вăл Питĕртен ытти офицерсемпе пĕрле кăнтăр еннелле кайманшăн ӳкĕнет халĕ. Унта вăл Красновăн е пĕр-пĕр Май-Маевскин адъютанчĕ пулма пултарĕччĕ.

Çав еннелле кайма хатĕрленнĕччĕ те ĕнтĕ — кĕтмен инкек чăрмантарчĕ. Мĕн çитменччĕ ăна? Вăл пĕр паллă купцан тăлăх арăмĕ патĕнче савăнса пурăнатчĕ. Анчах тачка майра йăлăхтарчĕ, те Назар юлташĕн çураçнă хĕрне ăмсанчĕ. Хитре. Пуян. Улпут хĕрĕ. Смольнăй институтĕнче вĕреннĕ. Çав чнперккерен ирсĕр чир туянасса кам шухăшланă? Хăйне те чир ертрĕ, ĕçтерсе, тăрантарса пурăнакан хĕрарăма та туянтарчĕ. Çитменнине тата, леш офицерĕ Николаев ун хĕрĕпе çыхланнине сиснĕ те ăна персе вĕлерме пулиă, тет. Вара Назар Питĕртен тухса тарчĕ те кăнтăралла мар, Самаралла вĕçтерчĕ. Кунта вăл, путсĕр чирне эмеллесе пурăннă хушăра, Самарти офицерсен вăрттăн союзĕпе çыхăнчĕ. Чехсем Самара илсен, офицерсен союзĕ Николаева контрразведкăра ĕçлеме сĕнчĕ. Çапла вăл хăй лайăх пĕлекен уеса килсе çитрĕ.

Хăйне контрразведка ĕçĕнчен пăрнăшăн ним чухлĕ те ӳкĕнмест Назар. Халь вăл хăй отрядĕнче чăн-чăн диктатор пулса тăчĕ. Çитменнине тата, комучсен «демократилле» влаçне пăхăнасшăн мар. Кăмăлпа офицер учредиловка еннелле мар, ытларах Оренбургри Дутов еннелле туртăнать. Чехсене те юратмасть Назар. Отряд темиçе çĕр çынна çитсен, уесра хĕрлисен тымарне кăкласа пĕтерсен, хăйĕн пысăк отрячĕпе, çук, хăйĕн çарĕпе, тӳрех Дутовпа пĕрлешме тухса каять вăл. Çав атаман-генерал хăйне хăй тивĕçлĕ тыткалать, чехсене те, Самарти комуч влаçне те пăхăнмасть…

Назар отрядне çырăнакансем сахал мар. Хулари паллă купца ывăлĕ Виктор Половинкин хăйпе пĕрле пĕр вуна йĕкĕт ертсе килчĕ. Пурте тĕкленсе çитеймен тискер кайăксем. Хăйсене хăйсем юнкер теççĕ. Кашнийĕнех икшер-виçшер револьвер. Назаршăн шанчăклă йĕкĕтсем.

Ялтан килекенсем те пур. Паллах, пуян ывăлĕсем. Тепĕр чух вĕсем хушшинче чухăнраххисем те — Зар Ехим йышшисем — пулкалаççĕ. Малтанах вĕсене Назар йышăнасшăн марччĕ. Чее Миття, «диктаторăн» адъютанчĕ, унăн тĕп советникĕ: «Илер, Назар Павлович. Халăх ячĕпе ĕçлер», — тесе канаш пачĕ. Назар генерал пек лехлетсе илчĕ. «Эсĕ, Дмитрий Макарович, Самарти эсерсене сыхласа пурăнса, ху та эсерланса кайнă. Ман отряда демократиллĕ сывлăш кĕртсе, ăна пĕр-пĕр представительнăй орган пек туса хурасшăн», — тăрăхларĕ вăл адъютантне. Кайран унпа килĕшрех вара.

Чее Миття Самартанах каратель пулса килнĕ. Назар карательсен пуçлăхĕ пулса тăрсан, вĕсем пĕр-пĕрне питĕ килĕшнĕ. Хăй йăмăкне Чее Миттяна качча пама Назар çавăн чух шухăш тытнă та ĕнтĕ. Лешĕ хирĕçмен, анчах хăй Наçтук пирки пĕртте шухăшламан. Хулара вăл темиçе купца хĕрĕпе паллашнă, хăй валли Мăрзабайран чаплăрах хуняçа тупма ĕмĕтленнĕ.

Кĕçех тăван ялтан та Назар патне «харсăр йĕкĕтсем» килсе çитрĕç. Тăваттăнччĕ вĕсем — виççĕш çеç юлчĕç. Куншăн никам та мар, Назар хăй айăплă. Пĕр йĕкĕте хаяр кăмăлне чарайманнипех çухатрĕ. Смоляков ывăлĕ хăйĕн пултăрĕпе уйрăм калаçасшăн пулчĕ. Назар килĕшрĕ, Санькăна штаб çумĕнчи хăйĕн пӳлĕмне ертсе кĕчĕ. Кунта карательсенчен Чее Миттяпа Виктор Половинкин çеç кĕрсе курнă. Чее Миття, кусем пӳлĕме кĕнине курсан, кĕвĕçсе, алăк патне нырса итлерĕ. Лайăх илтĕнмест. Санька йăвашшăн та хуллен калаçать. Миття «хурăнташ» сăмаха çеç уйăрса илчĕ. Ак диктатор сăмахлама пуçларĕ. Лайăх илтĕнет халь:

— Политикансем çаплах калаçаççĕ. Отряда кĕнĕ-кĕменех тӳрех чи аслă офицерпа хурăнташланасшăн иккен эс, Смоляков. Хăвна ĕçре кăтарт, офицер пул, вара тинманпа танлашма пултарăн. Тата мĕн каласшăн?

Санька хăраса ӳкнипе аран сасă кăларать… Çав вăхăтра тулалла тухмалли алăкран Зар Ехимĕн хĕрлемес пуçĕ курăнчĕ.

— Санька ăçта кайса кĕчĕ, ма тухмасть? — ыйтрĕ вăл. Чее Миття та Назартан хаяр сасăна кăшкăрма вĕреннĕ. Вăл кайри алăк патне чупса пычĕ:

— Марш каялла! Чĕнмесĕр нихçан та ан кĕр, — тесе кăшкăрчĕ.

Зар Ехиме тĕртсе кăларнă хыççăн Чее Миття каллех шалти пӳлĕм алăкĕ патне ыткăнчĕ. Кунта тем мыскари пуçланнă иккен. Санька çари! çухăрса яни илтĕнчĕ. Шалтан такам алăка пырса перĕнчĕ. Алăкĕ, карт! уçăлса, Миттяна чутах çамкаран çапмарĕ.

— Ак сана кĕрӳ, ак сана туй! — тесе, нухайккапа питрен-куçран лектерет диктатор кĕрӳшне.

Санька каллех алăк патнелле ыткăнчĕ. Ура сарса, алăк умĕнче капланса тăракан Назар ăна, чышкăпа çапса, тĕпелелле сирпĕтрĕ. Ура çине тăрсан, Санька алăк пысăкăш чӳрече яри уçă выртнине курчĕ пулас. Çав чӳречерен ялт! сиксе, вăл пӳрт çумĕнчи пахчана чăмрĕ. Назар чӳрече патне чупса пычĕ, сăран йĕнĕрен револьверне кăлара пуçларĕ.

«Ку ытлашши пулать ĕнтĕ», — шухăшларĕ Чее Миття.

Вăл алăка тĕртсе хупрĕ те, кĕме ирĕк ыйтнă пек, хытă шаккаса илчĕ. Шăпах вăхăтлă шаккаса уçрĕ иккен. Браунингне çĕкленĕ диктатор чӳрече патĕнчен варт çаврăнчĕ те пĕр сăмах чĕнмесĕр пӳлĕмрен тухса кайрĕ.

Чее Миття чӳрече патне пырса тăнă çĕре Санька пахча карти урлă каçма та ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Назар хăйĕн кĕрӳшне мĕншĕн хĕненине Миття лайăх ăнланчĕ. Лешĕ ун умĕнче те хăй Мăрзабай кĕрӳшĕ пулнипе мухтанма ĕлкĕрнĕ. «Диктатор» кăмăлне пĕлсе çитеймен «адъютант» Санька ун вырăнне йышăнасран хăраса ӳкнĕччĕ. Хăрама кирлĕ пулман иккен.

— Санька, чим-ха, таврăн! — кăшкăрчĕ Чее Миття уçăлса кайнă сасăпа.

Леш таврăнма мар, çаврăнса та пăхмарĕ, урам вĕçнелле тапса сикрĕ. Вара Мăрзабай хĕрĕнчен хăтăлнăшăн пит савăннă йĕкĕт Санькăн урайĕнче йăваланса выртакан карттусне çĕклерĕ те, кула-кула, чӳречерен вăркăнтярчĕ.

Мобилизацирен хăраса, офицер пулма килтен тарса килнĕ айван Зар Ехим хăйĕн тусĕ чӳречерен тухса тарнине сисмесĕрех юлчĕ. Санькăпа васкаса калаçмалли пурччĕ ун. Фальшин Васьки хулана кайма илĕртнĕ чух улталанă-мĕн вĕсене. Ехимпе, Санькăпа пĕр çулхисене салтака илмеççĕ те иккен. Кунĕпе кĕтсе те Санькăна кĕтсе илеймерĕ Ехим. Киле тарма шухăшла пуçларĕ хĕрлемес айван пуç. Васька хăратать, уншăн тĕрмене хупаççĕ, тет. Пĕччен киле тарма та хăрушă çав. Кĕтери сăмахĕсене тинех асăнчĕ, мĕскĕн. Вара кил хушшинчи нушника кайса чылайччен макăрчĕ.

Назара тахçантанпах Весукка таврашĕнчи партизансем тупăнманни хăрататчĕ. Паян пер Якаль çынни çĕнĕ хыпар илсе килчĕ. Комуч таркăнĕсем Якаль вăрманĕнче пытанса пурăнаççĕ иккен. Çавăнтах Самлейĕнчен те хыпар çитрĕ. Унта халăх çĕнĕрен Совет суйланă имĕш.

Назарăн икĕ адъютант. Чее Миттяна вăл пысăк отрядпа Якальне ăсатас терĕ, Виктор Половинкина пĕчĕкреххипе — Самлейне.

Революци ячĕпе

Чее Миття тахçантанпах командир пулма, офицер пек, хăй тĕллĕн ĕçлеме ĕмĕтленетчĕ. Халь вара унăн ĕмĕчĕ çитрĕ-çитрех.

Çирĕм юланутпа Якальне тухса каяс умĕн Назар ăна мĕнле ĕçлемеллине вĕрентрĕ.

Хаяр Макар ывăлĕ, Назарпа çӳресе, мĕнле ĕçлемеллине хăй те лайăх чухлакан пулнă-ха. Ку ĕçре хĕçпăшалсăр та çырлахма пулать. Ытларах нухайкка, шомпол е чĕрĕ хулă кирлĕ. Çавах отряд тени хĕçпăшалсăр çӳремест ĕнтĕ. Чее Миттян тесен, хĕçĕ те пур, пăшалĕ те пур — вăрăмми те, кĕски те.

Аристарх Дятлов хăйĕн юлашки усал ĕçне те вăрттăн туса ирттересшĕнччĕ. Анчах вăрттăнлăх çиеле тухрĕ. Карательсен командирĕ тӳрех ун патне пырса кĕчĕ. Хуçа сăмахне итлемерĕ вăл, вăрмана таркăнсене шырама каймарĕ, ялти хыпарсене пĕлсен, хăйсемех килĕç терĕ.

Карательсем чăн-чăн карательсем пекех ĕçлеме тытăнчĕç ĕнтĕ. Кашни таркăн килĕнчен пĕр çын — е таркăн ашшĕне, е арăмне, е амăшне — Дятлов килкартине хăваласа пухрĕç те нухайккапа ăс кĕртме тытăнчĕç.

— Ывăлу ăçта, упăшку ăçта, кала! — тесе хĕнеççĕ.

Мĕскĕн çамрăк хĕрарăмсем хăшĕ «тупата туршăн, пĕлместĕп» тесе çухăраççĕ; хăшĕ «вĕлерсен те каламастăп» теççĕ. Ваттисем шăл çыртса, сасă кăлармасăр тӳсеççĕ.

Хĕрĕх тăватă çын. Кашнинех нухайккапа пилĕкшер хут тивертме те мĕн чул вăхăт кирлĕ! Халлĕхе командир пĕччен тенĕ пек тăрăшрĕ. Карательсем, ял тăрăх çӳресе, кирлĕ çынсене пурне те пухса çитернĕ çĕре тĕттĕмлене пуçларĕ. Чее Миття ывăнса çитрĕ. Юлашкинчен сĕтĕрсе килнĕ пĕр шĕвĕр сухаллă старике ик-виçĕ хут çеç тивертсе илчĕ те чул кĕлете ыттисем патне тĕртсе кĕртрĕ.

Хăй отрядне Чее Миття ял тăрăх сапаламарĕ. Вунă çын Аристарх Дятлов патне хупса лартнă заложниксене хураллама хăварчĕ, ыттисене те çав тавранах вырнаçтарчĕ. Хăй пĕр пуян чăваш патне хăнана кайрĕ. Хĕрлĕ Ваç-çа — Хаяр Макарăн пуçанăшĕ. Унăн карчăкĕ Миттян мăнаккăшĕ пулать.

Чее Миття шухăшĕсем те чее. Таркăнсене вăрманта шыраса тупаймăн, тупсан та — тытаймăн. Малтан вĕсен вăй-хăватне ялта тĕпчесе пĕлес пулать. Пуян килĕнче кăшт сăйланнă хыççăи — хăна кăмăшкана пĕр черккерен ытла ĕçмерĕ — Чее Миття мучăшпе вăрттăн калаçрĕ. Хĕрлĕ Ваççа та айван çын мар. Карательсене ертсе килнĕшĕн Аристархне ырламарĕ вăл, çапах хăнапа калаçнă чух ун пирки асăнмарĕ.

— Сыхланакана турă сыхлать теççĕ. Вăрманта отряд таврашĕ пулни илтĕнмест. Нумайăшĕ яла таврăнас пек калаçаççĕ курăнать. Çавах пĕлме çук. Дятлов таврашĕсем чăрсăр. Унта та пĕр кутăн Дятлов пур — Ларка. Çавă пăтратать пуль çынсене. Вăрмана каймасăрах таркăнсене тытас терĕр эппин. Хăтланса пăхăр, — терĕ Хĕрлĕ Ваççа, хĕрлĕ сухалне шăлкаласа. Унтан кăшт шухăшласа ларчĕ те пăшăрханнă пек хушса хучĕ: — Салтакусем шанчăклă-и? Чулçырмари пек ан пултăрччĕ. Унта икĕ çынна хĕненипе çĕр çынна хирĕçтернĕ. Кунта, хĕрĕх çынна хĕнесе, халăха пăлхатасран хăрамастăр-и?

— Халăха тивместпĕр эпир, хамăр халăх ячĕпе ĕçлетпĕр, — хуравларĕ Чее Миття. — Дезертирсене шыратпăр. Закон хушнипе ĕçлетпĕр. Хĕнессе те тулăксăр хĕнеместпĕр. Паян кăшт тутанмалăх çеç нухайккапа паллаштартăм. Чăн-чăн ĕç ыран пуçланать. Пĕр пиллĕкĕшин чĕр юн юхмалла пултăр. Вара тăванĕсене вăрмантан ертсе килме те килĕшĕç.

— Çынна ун пек тусан, епле вăрмана çиттĕр вăл?! — тĕлĕнчĕ те, пăшăрханчĕ те Хĕрлĕ Ваççа.

— Ĕçе кăшт чеерех тăвас пулать. Ахальтен мар мана ялта Чее Миття тесе чĕнеççĕ, — Назар пек лехлетрĕ карательсен командирĕ. — Ирхине кашни таркăн килĕнчен тата тепрер çын чĕнтеретпĕр. Тăванĕсене хĕненине пăхса тăччăр. Пăхса тăраканнисем тӳсеймĕç, хăйсемех вăрмана чупĕç. Лешсем те, хыпар илтсен, чăтаймĕç, хăйсемех чупса килĕç.

— Эх, самана! — текелесе тĕлĕнтерчĕ Якаль пуянĕ карателе. — Çапла пухнă çартан тулăкĕ пулмасть пуль. Халăха иăлхатни çеç.

— Эс, Ваççа мучи, Аристарх Дятловран та хăравçăрах иккен, — терĕ Миття, кулкаласа. — Ничево, самани сана та вĕрентĕ-ха. Тулăкне тупăпăр. Тăваттăшне персе вĕлерсен, хĕрĕхĕшĕ ай-яй лайăх салтак пулĕç. Иккĕшне халех палăртса хутăм: Лариван Дятловпа Шурă Пракань. Тата иккĕшне ыран палăртăп.

Хĕрлĕ Ваççа хĕремесленсе ӳкрĕ. Тем-тем каласа кӳрентерĕччĕ вăл ку çăмăлттая хăйне тăрăхланăшăн:

«Тупнă ерой! Аристарх сире айне янипе çеç ертсе килчĕ. Ку ĕçе хам пуçланă пулсан, урăхла тунă пулăттăм».

Анчах çак сăмахсеие хăнана каламарĕ вăл. Пĕр сăмах çеç: «Хăтланăр», — терĕ те, ерçмен çын пек таçта васкаса, пӳртрен тухса кайрĕ. Урамра вăл хăйĕн тусне, Куштан Темене, тĕл пулчĕ. Вара çавăнпа калаçса ăшне кантарчĕ.

Верук, армантан тин кăна таврăннă хуняшшĕне карательсем сĕтĕрсе кайсан, Темен куккăшсем патне чупрĕ, Марье кинемейпе калаçса пăхас терĕ. Ырă кăмăллă карчăк ăна киле таврăнма хушмарĕ, сентре çине хăиартса вырттарчĕ те. минтерсем айне турĕ.

Çĕрле, упăшки таврăнсан, карчăк ăна юриех вăлтса калаçтарчĕ. Лешĕ хăй Хĕрлĕ Ваççаран мĕн илтнине карчăкне йăлтах каласа пачĕ. Верук итлесе выртрĕ.

Хăйĕн куштан старикне карчăк шансах каймасть. Çавăнпа Верук пирки асăнмарĕ те. Шурăмпуç палăра пуçласан, вăл çамрăк хĕрарăма упăшкине систермесĕр кăларса ячĕ. Пĕрне-пĕри сăмах каламасăрах, иккĕшĕ те пĕр шухăшлă пулнине лайăх туйрĕç вĕсем.

— Кукку мĕн калаçнине нлтрĕн-и? — ыйтрĕ карчăк, пӳртрен тухсан.

— Пĕтĕмпех илтрĕм.

— Вăрмана каятăн пуль?

— Урăх ăçта каяс? Упăшкам кăна мар, шăллăм та çавăнта вĕт.

Карчăк тĕлĕнмерĕ те, тĕпчемерĕ те. Верука хĕрес хурса, çамкинчен чуптурĕ те:

— Ырăран ырă пултăр, чуп эппин, — терĕ.

Аристарх Дятловăн чул хӳмеллĕ çурчĕ аслă урам юпленсе кайнă тĕлте, шăп ял варринче, ларать. Çакăнтан пĕр çĕр утăмранах вăрман пуçланса каять. Аристархсен хыçĕнче, вăрман хĕрринче, çĕр çулхи юман кашлать. Çав юмана Аристарх пăхсах тăрать, никама та кастармасть, «ман юман» тет.

Рамаш кам юманне ыйтса-туса тăмарĕ, вăрмантан асăрханса тухрĕ те юман тăррине упăте пек йăпăрт-япăрт хăпарса кайрĕ. Сăнама питĕ лайăх вырăн. Ял вĕçрен вĕçе курăнать. Куçминкка еннелле чăвашсем пурăнакан урам вĕçĕ тăсăлса выртать, Самлей еннелле — вырăссем пурăнакан икĕ юплĕ урамăн вĕçĕ.

Воронин ним тĕплĕн пĕлеймесĕр, сехĕрленсе каялла чупнă. Çавăнпа Рамаш яла разведка хăй кайса килме шухăш тытнăччĕ. Кĕçех Верук чупса çитрĕ. Унăн хыпарĕсем пĕртен-пĕр тĕрĕс шут тытма пулăшрĕç. Хĕçпăшаллă партизансене Рамашпа Ларион Дятлов çакăнта илсе килчĕç. Хĕçпăшалсăррисене Шурă Пракань ялăн чăвашсем пурăнакан вĕçне ертсе кайрĕ. Вĕсенчен улттăшĕ вăрман енчи ретре пурăнаççĕ. Партизансен виçшерĕн-тăватшарăн çав килсене кĕрсе пытанмалла. Карательсем икшерĕн çӳреççĕ. Икĕ каратель учĕсем çинчен анса килкартинв кĕрсен, партизансен вĕсене çавăнтах тыткăна илмелле. Урăхла тума май çук: отрядра хĕçпăшал сахал. Кирек миçе каратель тыткăна лексен те лайăх: вĕсен вăйĕ чакать, партизансен — хутшăнать.

Лăп та шăп кирлĕ вăхăтра хăпарса ларчĕ Рамаш юман тăррине. Чее Миття, унăн планне пĕлсе, ăна пулăшас тенĕ пекех, чăваш вĕçне сакăр юланут ăсатрĕ, тепĕр вĕçе — ултă юланут. Саккăрăн кайнисен те Рамаш планĕпе ĕçленĕ пекех пулса тухрĕ: улттăшĕ, икшерĕн уйрăлса, вăрман çумĕнчи рете тĕллерĕç, иккĕшĕ — хир енчи рете. Рамаш сăнать. Акă, икĕ юланут Шурă Праканьсем тĕлне çитсе чарăнчĕ. Карательсем çуранланса хапхаран та, чӳречерен те пырса шаккарĕç. Никам тухманнине курсан, килкартнне кĕрсе кайрĕç, «Кусем лекрĕç ĕнтĕ», — шухашларе Рамаш, Шурă Иракань ахаль каларса ямĕ.

Кĕçех Аристарх килкартинче хĕрарăм çухăрни илтĕнчĕ: Чее Миття ĕçе тытăнчĕ пулмалла. Пĕр сасă лăпланичченех тепри янăраса кайрĕ. Рамаш çыннисем тӳсеймерĕç, темиçен вăрман хĕррине килсе тухрĕç. Командир вĕсене каллех пытанма хушрĕ: вăхăт çитмен-ха.

Рамаш сăнать.

Вырăссем пурăнакан вĕçе кайнă карательсем каялла таврăнни курăнчĕ. Вĕсем тата виçĕ çынна нухайккапа хăваласа килеççĕ. Тепĕр вĕçрен те икĕ юланут таврăнчĕ. Ыттисен йĕнерлĕ лашисем çаплах хапха умĕнче тăраççĕ, хăйсем курăнмаççĕ. Кĕçех лашисем те куçран çухалчĕç. Рамаш савăнать, малалла мĕн пулса иртнине тӳсĕмлĕ сăнать. Карательсем тепĕр хут ял вĕçнелле кайччăр, вара операци пуçлама та юрать.

Ариетарх килкартинче Чее Миттяпа пĕрле виçĕ каратель «ĕçлеççĕ». Иккĕшĕ уçă хапха умĕнче тăраççĕ, хăваласа килнĕ çынсене тухса тарасран сыхлаççĕ.

Юланутсем каллех ял вĕçнелле кустарчĕç. Вăхăт çитрĕ. Рамаш шăхăрма хатĕрленнĕччĕ — чул хӳмеллĕ килкартинче сасартăк пăшал пени илтĕнсе кайрĕ. Партизансем çав самантрах вăрмантан чупса тухрĕç. Рамаш та вара юман çинчен çĕре сиксе анчĕ.

Чее Миття хăй те хаярланса ӳкессе кĕтменччĕ. Тен, хаярлăхран та мар, сехĕрленсе ӳкнĕрен çапла пулчĕ-ши ку? Тем тесен те, вăл пеме шухăшламанччĕ. Йăваш сăнлă, шĕвĕр сухаллă старик нимсĕрех тенĕ пек урса кайрĕ. Йĕмне антарса вăрăм сак çине выртас вырăнне карательсен командирĕ çине сиксе ӳкрĕ. Çакна кĕтменскер, Чее Миття пăрăнса ĕлкĕреймерĕ. Ватăпа çамрăк вара çĕре тĕшĕрĕлчĕç, çăмха пек йăвалана пуçларĕç. Анчах çамрăкки вăйлăрах та, йăрăрах та ĕнтĕ. Ытти карательсем мĕн пулнине ăнланса та ĕлкĕреймерĕç, вĕсен командирĕ револьверне туртса кăларчĕ те старике тӳрех пуçран печĕ.

Малалли Чее Миттяшăн тĕлĕкри пек пулса иртрĕ. Кĕлетри çынсем кăшкăрса, уласа ячĕç, килкартинчисем те, çари! çухăрса, хапха еннелле ыткăнчĕç. Хапхари карательсем вĕсене чарас тесе тĕрмешеççĕ. Чĕр юн пулса выртнă хĕрарăмсемпе арçынсем ура çине тăра пуçларĕç. Пăшалне ним шухăшламасăр-тумасăр персе янă Миття тата хытăрах сехĕрленсе ӳкрĕ. «Молчать!» — тесе кăшкăрчĕ те, ниçта тĕллемесĕрех, тепре нерсе ячĕ. Пĕр хĕрарăм крыльца çине упаленсе хăпарса кайрĕ, Чее Миття ăна çивĕтрен ярса тытрĕ. Çывăхрах темиçе хут пăшал пени илтĕнчĕ, такам Чее Миттяна пилĕкрен çавăрса тытрĕ те çĕре персе антарчĕ. Çав самантрах уп çине такамссм иккĕн-виççĕн тиенчĕç…

Кăнтарла тĕлнелле Якалĕнче революци ячĕпе суд пулчĕ. Ревком пуçлăхĕ халăх умĕнче приговор вуласа пачĕ. Çапла Якалĕнче Чее Миттяна, Аристарх Дятлова тата пилĕк карателе ревком сучĕпе, революци ячĕпе персе вĕлерчĕç. Тăватă карательпе икĕ партизан тытăçура пĕтнĕ. Пилĕк каратель, урамăн вырăссем иурăнакан вĕçĕнче пулнисем, Самлей еннелле тарса хăтăлнă. Икĕ карателе, хальтерех отряда кенĕскерсене, тытăçу вăхăтĕнче алă çĕклесе тыткăна парăннăшăн ревком ирĕкрех хăварчĕ. Тепĕр виçĕ карательпе ялти икĕ кулака — Хĕрлĕ Ваççапа пĕр Дятлова — ревком, заложник туса, хăйсемпе пĕрле илсе каймалла турĕ. Вĕсем пирки халăха ăнлантарса панă чух Рамаш çаила каларĕ:

— Кулаксем е ытти тăшмансем ялти партизансен çемйисене хĕсĕрлеме тытăнсан, заложниксене суд тумасăрах персе вĕлеретпĕр, хамăр каллех Якальне революци ячĕпе суд тума таврăнатпăр. Ан пăшăрханăр, юлташсем! Шуррисене пурне те кĕçех аркатса тăкатпăр. Курăр, ав, революцишĕн çапăçма мĕнле маттур йĕкĕтсем каяççĕ…

Рамаш Верук шăллĕ иккенне пĕлекенсем пулмарĕç. Верук отрядпа пĕрле кайма та, вăхăтлăха Чулçырмана куçма та килĕшмерĕ, чирлĕ хунямăшне пăхма юлчĕ. Чее Миття персе вĕлернĕ шĕвĕр сухаллă старик унăн хуняшшĕ, Шурă Праканĕн ашшĕ пулнă иккен.

Епле васкамалла пулсан та, пĕр хушлăха çитсен, Рамаш отряда чарчĕ, виçĕ партизана чĕнсе илсе, Куштан Темен патне кĕме хушрĕ. Лешсем Рамашăн «Тĕве куккăшне» пӳртрен сĕтĕрсе тухрĕç те витене хупса лартрĕç. Рамаш пӳрте чупса кĕчĕ, хăраса ӳкнĕ карчăка ыталаса чуптурĕ.

— Рамаш эпĕ, Марье кинемей, анхăра, куккана ним те тумастпăр, — терĕ вăл. — Тăвар кирлĕ манаг, пĕр çур пăт тăвар. Пĕлетĕп: вăл хыт кукар вĕлерсен те хăй ирĕкĕпе парас çук. Спаççипă сана, Марье кинемей! Эс пире питĕ пулăшрăн, революци ячĕпе тав тăватăп сана!

Марье кинемей Сахар ывăлне вăл калаçма пуçласанах палласа илчĕ, вара те савăнса, те хурланса, макăрса ячĕ.

— Пехил, ачам, пехил! Аçу ăçта çӳрет? Пуçне хуман-ши? — хыпаланса мăкăртатрĕ карчăк.

— Пĕлместĕп, Марье кинемей, ннм те пĕлместĕп. Верука упра! Хăрушлăх килсе тухсан, пытар. Хунямăшĕ сывалсанах, Весуккана Ятрус учитель патне е Чулçырмана ăсат. Трашук килсе тухсан, ялта мĕн пулнине каласа кăтарт, хыпарсем пĕлкелетĕр те тӳрех каялла таврăнтăр.

Карчăк, хутаç тытса, тĕпсакайне кĕрсе кайрĕ.

«Тăварĕ кĕлетре, тенĕччĕ Трашук. Кунта та пытарнă иккен чее старию» — кулса илчĕ ăшĕнче Рамаш. Тухса каяс умĕн вара карчăка:

— Эпир кайсан, кăлар стариккӳне. «Мана тав ту, эп пулмасан, сана та персе вĕлеретчĕç. Кулаксемпе ан çыхлан, эп сана çăлма та, пĕтерме те пултарап» тесе хăрат, — терĕ.

Карчăк йĕкĕте каллех ыталаса илчĕ:

— Эх, Рамаш, ачам! Вутлă ĕçе кĕтĕн пулин те, шӳт тума çавах манмастăн. Кăмăлпа яланах ырă пул. Хăвăн пуçна та сыхла. Верукшăн ан пăшăрхан…

Кăмăллă карчăк Рамаша та хĕрес хурса ăсатрĕ.

Тапăрта лаша тулхăрать

Хăйĕн ĕçне Пысăк ревкомпа килĕштерсе тума вăхăт пулмарĕ Рамашăн. Малтан иккĕленмерĕ вăл, анчах халĕ, утлă отрядпа таçталла кайма тапрансан, çамрăк командир шухăша кайрĕ.

Чăнах та çав, Якалĕнчи ĕçсем пирки хыпар хулана паян-ыранах çитĕ. Шуррисем вара ку ĕçе ахаль хăварасшăн пулмĕç. Çавăнпа Весукка таврашне утлă отрядпа пырса кĕме юрамасть — хатĕрленсе çитмен тĕп отряд енне тăшмана çул кăтартса парас мар…

Революци çулĕсемпе лашапа вĕçтерсе çӳреме хăнăхнă Рамаш утлă отряд пирки ĕмĕтленетчĕ. Халь унăн отрячĕ çурри утлă темелле. Карательçен йĕнерленĕ лашисем паттăр партизансене питĕ килĕшрĕç. Отрядра ĕнтĕ кавалери те, пехота та пур. Капла кансĕртерех те — халлĕхе пырĕ-ха. Васкаман чух çураннисем лашаллисемпе ылмашкалĕç, васкамалла чух пурне те икшерĕн лаша çине лартма пулать.

Ялтан тухса, вăрмана кĕрсен, Рамаш хăйĕн Пĕчĕк ревкомĕпе канаш турĕ. Хăш еннелле кайсан лайăхрах пулĕ-ши? Самлейпе Весукка хушшинчи вăрмана кайма юрамасть, ун пирки Ятрус Рамаша малтанах асăрхаттарчĕ. Çапах Самлей вăрманĕ чăннипех сĕм вăрман. Праканьпе Ларка вара çакăн пек канаш пачĕç: Самлей таврашне Весукка енчен çывхарма юрамасть пулсан, Тарăнвар еннелле çул тытас. Кайран хĕвелтухăç енчен Самлей таврашне те пырса тухма пулать. Унта шанчăклăрах вырăнсем пур. Рамаш килĕшрĕ. Мĕн тесен те, тĕп отряд инçех мар. Тата Самлейри Совет влаçĕпе те çыхăнма пулать. Çапла канашланă хыççăн отряд çĕнĕрен çула тапранчĕ.

«Хуларисем пире йĕрлеме тухиччен пĕр-ик кун та иртĕ-ха. Çав хушăра Пысăк ревкомпа çыхăнса, хаяр тăшмана кĕтсе илме хатĕрленес», — шухăшларĕ командир.

Ун пуçĕнче тата романтикла çăмăлкка шухăшсем те вылякалаççĕ. Сăмахран, вĕсен халь пĕр çирĕм юланутпа «карательнăй отряд» пулса тăрасчĕ, карательсен ĕçне пĕтĕм уесĕпе арпаштарса ярасчĕ. Е хулари рабочисемпе, вăрттăн ĕçлекен коммунистсемне çыхăнса, хулана пырса кĕресчĕ те унта революциллĕ пăлхав çĕклесчĕ… Çук, ун пек ачалла хăтланма юрамасть çав. Вăл командир, ун аллинче хĕрĕх икĕ партизан пурнăçĕ. Шанаççĕ вĕсем çамрăк командира. Ун хыççăн халь Ларкăпа Шурă Пракань кăна мар, Воронинпа Чашкин та таçта кайма хатĕр.

Каçпа отряд Самлей çывăхне тухăç. енчен пырса чарăнчĕ. Весуккана çын ямалла. Кама ярас? Дятловпа Праканьрен шанчăклăраххи никам та çук. Тепĕр чух урăххисене те яма пултарĕччĕ Рамаш — кусем кунта питĕ кирлĕ çынсем, ревкомсем, анчах ĕçĕ ытла та ответлă: сасă кăлармасăр вилме хатĕр çын кирлĕ…

Тĕп отрядăн та ĕçе тытăнма вăхăт çитнĕ иккен: хула хыпарĕсем васкатаççĕ. Çак кунсенче шуррисем хуларан Оренбург енне пĕр вакун хĕçпăшал ăсатаççĕ-мĕн. Партизансем, ятсăр разъезда çитсе çав пуйăса кĕтсе илсен, революцишĕн усăллă ĕç тума пулать. Пломбăланă вагон площадки çинче кондуктор та темиçе салтак çеç пулмалла. Машинист — хамăр çын. Вагонне шуррисем юриех ыттисенчен уйăрса палăртасшăн мар. Разъездра кĕтсе илме май пулмасан, пуйăсне хиртех чармалла, паллă парсан, машинист хăех чарĕ. Отрядăн малтанах разъездри çынпа çыхăнмалла. Хăш пуйăса чармаллине çавăн урлă çеç пĕлме пулать. Çынни мĕн таран шанчăклă пуласси паллах мар, ăна тĕрĕслесси — отряд ĕçĕ.

Филька Сурачăнтан ертсе килнĕ рабочи ак хăçан кирлĕ пулчĕ. Разъездри çын Горшковăн тăванĕ иккен. «Тарпа ĕçлекен» виçĕ улăп та халь кирлĕ пулчĕç.

Аллă партизан суйласа илчĕ Осокин. Тата темиçе лав кирлĕ пулать. Разъезд Весуккаран пĕр çирĕм пилĕк çухрăмра. Ревкомшăн халĕ задача паллă ĕнтĕ. Планĕ те палăра пуçларĕ. Отряд, çĕрле чугун çул таврашне çитсе, вăрмана пытанать. Горшковпа тепĕр шанчăклă çын тӳрех разъезда каяççĕ. Харсăр, вăрт-варт, вăйлă çын кирлĕ. Виçĕ Якур юрăхсăр, вырăнсăр пуçтахланса, ĕçе пăсма пултарать. Кĕркури хăй кайма килĕшнĕччĕ, ăна Осокин ямарĕ, эс урăх çĕрте кирлĕ пулатăн терĕ.

Тапăртан тухса каяс умĕн тепĕр ĕçе те манмарĕ Осокин. Кăяш Тимкки пĕр çын ыйтса янăччĕ. Çĕр е темиçе çĕр çухрăм кайса, шуррисем аллине лекмесĕр Атăл çине çитме пултаракан çын кирлĕ-мĕн. Илюшăна Авандеев тиркенĕ. Оеокин çавăнтах Рамаша аса илчĕ: лешĕ, Стерлитамакран Якальне вăрттăн çитме нултарнăскер, хуларан Атăл таврашне те çитме пултаратех ĕнтĕ.

Комиссар, унпа хăйпе курса паллашман пулин те, ун çинчен нумай лайăх сăмах илтнĕ. Вăл Трашукпа кунта килме васкаман, ав, Ятрус сăмахне итлесе, вăрмана таркăнсенчен отряд тума кайнă. Чăнах та, çакнашкал пултаруллă йĕкĕт кунта та пит кирлĕ çын, анчах кĕпĕрне ревкомĕпе шанчăклă çыхăнас ĕç отряд малашлăхĕшĕн темрен те хаклăрах…

Рамаша ревком халех Трашук урлă чĕнтерсе илме шутларĕ. Вилмен отрядне ун вырăнне урăххине ямалла турĕ. Кĕркури ак ăçта кирлĕ пулса тăнă иккен.

Çапла вара, Рамаш хăйĕн отрядне Самлей еннелле пăрнă вăхăтра, Трашукпа Кĕркури Тапăртан Якальне тухса кайрĕç. Палипе Горшков разъезд еннелле çул тытрĕç. Осокинпа Федотов чылай пысăк отряда кăнтăралла, чугун çул вăрман çумне çывхаракан тĕле ертсе кайрĕç. Ревком вырăнне, комиссарпа командир вырăнне, Тапăрта Мăрзабай Çимунĕ юлчĕ.

Çимун халиччен пĕр ĕçре те пуçпулса курман-ха. Çавăнпа вăл Тапăрта командир вырăнне юлма та тăруках килĕшмерĕ.

— Революци ирĕкĕпе вилме хатĕр эп, командир пул-малăх вара ăс та, сасă та паман мана атте-анне, — турткалашрĕ вăл. — Хăвах мана «кăвакарчăи сассиллĕ» тесе тăрăхлатăн вĕт. Кунта арăслан сассиллĕ çын кирлĕ.

— Уру çине ĕне пуссан, пуçу та, сассу та улшăнĕ, — терĕ Осокин.

Çимун сисрĕ: ку ĕçре турткаланса тăни аван мар. Вара пуçне усса, ĕнсине хыçкаласах килĕшрĕ.

«Ик-виçĕ кун епле те пулин иртсе кайĕ-ха. Комиссар-па командир таврăниччен Тапăрта темех пулас çук», — хăйне хăй йăпатма тăрăшрĕ вăл.

Чăнах та, темех пулмарĕ пек, анчах кĕтмен япаласем пурпĕр çине-çинех килсе туха пуçларĕç. Кашни ыйтăва татса пама ăçтан ăс çитерес? Яланах çутă сăнлă Çимун сăнĕ тепĕр иртенех тĕксĕмленсе кайрĕ.

Çав ирхине Трашукпа Кĕркури каялла таврăнчĕç, Якалĕнчен тĕлĕнмелле хыпарсем илсе килчĕç. Мĕн тăвас ĕнтĕ? Рамаш отрядне ăçтан тупас? Отряд пирки тăхтама та пулĕччĕ, Рамашĕ хăй нитĕ кирлĕ-ха. Ана, Осокинсене кĕтмесĕрех, хулана ăсатмаллаччĕ. Халь тата тепĕр хуйхă. Шуррисем Якаль ĕçне ахаль хăвармĕç. Партизансен тĕп Тапăрне те çавăрса илме пултараççĕ. Çак шухăшпа тарăхса вĕтеленнине çавах çынна палăртмарĕ Çимун. Мĕн тумаллине пĕлекен çын пек, çул çӳресе ывăннă юлташĕсене выртса канма хушрĕ. Хай Шатра Миккана таврари патрульсене улăштарма ăсатрĕ, çĕнĕрен патруле тăмалли çынсене сыхлăх пирки хытă асăрхаттарса ячĕ.

Трашукпа Кĕркури çывăрма выртрĕç. Çимун тăрă çăлкуç патĕнче пуç çĕмĕрсе ларать. Рамаш йĕрне хăш енче шырас? Шырама кама ярас? Хветюка ярĕччĕ, лешĕ Мăкшăелĕнчен таврăнман-ха. Командир пĕр-пĕр мел шыраса тупиччен Осокинсем те килсе çитĕç капла. Намăс! Нивушлĕ ним ĕçе те юрăхсăр çын-ши вара вăл? Иăнăшрĕç пулать юлташĕсем ун пирки.

Çавăнтах тата тепĕр хуйхă сиксе тухрĕ. Яхруш ялтан çын ертсе килнĕ. Ют çын. Шурă çӳçлĕ çамрăк чăваш. Якальсем, Шурă Пракань ятлă, тет. Хайхи Рамаш çынни пулать-мĕн. Рамаш тупăннăшăн савăнасчĕ кăна, халĕ командир савăнма та пĕлмерĕ: «Тен, ку шурă чăваш тăшман лазутчикĕ? Парольпе килнĕ, тет. Кивĕ парольпе килнĕ çав… »

Ним тума аптранипе Çимун Трашука вăратма шутларĕ. Çав вăхăтра тата, йĕпе çине сапа тенĕ пек, тепĕр инкек тупăнчĕ.

Весукка çулне сыхлакан Филька икĕ юлташĕпе Тапăра таврăнчĕ. Таврăнни лайăх, вĕсене улăштарма Çимун çын хăех янăччĕ. Тулăксăр Филька пĕр карателе тыткăна илнĕ тата. Ун пек ĕç тума никам та хушманччĕ ăна, хăй ăссĕн çапла хăтланнă.

— Карателĕ мана кирлех марччĕ, — тĕре Филька, тӳрре тухма хăтланса. — Эп Трашука унăн ăйăрне тупма сăмах панăччĕ. Пăхап, çулпа пĕр çын тимĕр кăвак урхамахпа килет. Пĕчченех. Эпир виççĕн. Лаша вăрри тесе тытрăмăр ăна. Чăнах та, пăхма каратель пек те мар хăй: хресчен ачи пек чухăн тумланнă, лăпкă. АнчаХ унăн кĕсйинче акă мĕн тупрăмăр. — Филька Çимун умне маузер тата пĕр пĕчĕк хытă хут татăке кăларса хучĕ.

Çимун шурă та çутă хут татăкне çавăркаласа пăхрĕ. Пĕр енĕ тап-таса, тепĕр енне вара ылтăн саспаллисемпе «Виктор Иванович Половинкин» тесе çырнă. Ку вăл хулари купца ячĕ, Çимун ăна Трашукран та илтнĕччĕ. Вара лешне вăратмаллах пулчĕ. Вăл вăраннă çĕре Филька, командиртан ыйтмасăрах, допрос та пуçланă иккен.

— Чăннипе каламасан, сана хăван револьверӳпех персе вĕлеретĕп. Сан пеккисем татах пур пирĕн. Тунмасăр каласа парсан, пеместĕп.

Яштака та хитре йĕкĕт каялла çыхса лартнă аллисене турткаларĕ, йĕри-тавра салхуллăн пăхса илчĕ те пуçне каллех усрĕ.

— Тунмастăп, тĕрĕсне каЛарăм. Каратель мар эпĕ, хресчен ачи. Хулара, купца патĕнче, тарçăра ĕçлерĕм. Пĕлессĕр килсен, револьверие унăнне вăрларăм эпĕ, — терĕ вăл шăл витĕр.

— Юрĕ. Кала-ха, эппин, хресчен ачи, куица тарçи, — куçне хĕссе илчĕ Филька. — Тĕрĕс каласан, ĕненĕп. Кала-ха, пужалăстă: выртакан ĕне, кашкăра курсан, ура çине тăнă чух малтан пуçне çĕклет. Лаша урăхла хăтланать — малтан хыçне çĕклет, кайри ури çине тăрать. Ма апла? Тĕрĕс ответ парсан, эс хресчен ачи пулнине ĕненĕп вара. Комиссара та ĕнентерĕп.

Мĕскĕн йĕкĕт сăнĕ кăшт уçăлса кайрĕ пек.

— Ана пĕчĕк ача та пĕлет, — терĕ вăл, Филькăна куçран пăхса. — Ене мăйракапа хăратать кашкăра. Лашан мăйрака çук, вăл урипе тапма тăрăшать, çавăнпа малтан хыçне çĕклет…

Партизансем ахăлтатса кулса ячĕç. Çынсемпе пĕрле Трашук та кулчĕ. Филька хăй кулмарĕ.

— Тĕрĕс калать-и, Трофим Михайлович? Эс тарçăра пулнă çын. Пуян выльăхĕн йăлисене пĕлме кирлĕ, — терĕ вăл.

Трашук пĕрре визит карточки, тепре тыткăна лекнĕ каратель çине пăхрĕ.

«Наташа Черникова каччине ак ăçта тĕл пулма тиврĕ иккен», — шухăшларĕ вăл.

Унтан «тарçă» çывăхне пычĕ.

— Мыскараçă пулни килĕшмест сана, Виктор Половинкин. Савнă хĕрӳ патне большевиксем пирки мĕн çырнине манман пуль-ха. Маннă е çырман пулсан, халь çыртарăпăр. Сан аллуна лайăх пĕлетĕи эпĕ. Тунни усăсăр, Половинкин. Хăвна ху сиен тума çеç пултарăн. Аçта, мĕн çăмăлпа кайнине пĕтĕмпех тĕрĕссипе каласа пар луччă, — терĕ Трашук, Çимуна та, Филькăна та тĕлĕнтерсе.

— Ну, мĕн вара?! Половинкин эпĕ, тунмастăп. Савăнăр! — сасартăк кăшкăрса ячĕ хайхи «хресчен ачи». — Разбойниксем пек хăтланатăр пулсан, персе вĕлерĕрех эппин. Хăрамастăп… — Хăй Трашук аллинчи хут пек шурса кайрĕ. Вара вăл çавăнтах курăк çине тĕшĕрĕлсе анчĕ те ĕсĕкле-ĕсĕкле йăвалана пуçларĕ.

Командир хушнипе икĕ партизан Назарăн тепĕр адъютантне ытти карательсем патне кайса хупрĕç.

— Комиссар таврăнсан, хăй допрос тутăр, — терĕ Çимун.

Ĕçсем çапла майлашкала пуçларĕç. Мăрзабай Çимунĕ çăмăллăн сывласа ячĕ. Лайăх помощниксем пулсан, командир пулма та хăрушă мар иккен. Шурă Пракане те çав Трăшуках палларĕ вĕт. Ĕçре пулман çĕнĕ партизан, хăюсăр каччă, кĕтмен çĕртен командир тĕрекĕ пулса тăчĕ.

Вара командир канăшлу пухас терĕ. Çав канашлура Кĕркури, Шурă Пракань, халь кăна ĕçрен таврăннă Шатра Микка тата Филькăпа Трашук пулчĕç. Осокинсем таврăниччен Рамаш отрячĕ Самлей таврашĕнчех тăтăр терĕç. Халь Шурă Праканьпе пĕрле унта Кĕркури тата Трашук кайччăр, Рамаш тӳрех хулана вĕçтертĕр.

Кăяш Тимккине мĕнле тупмалли пирки, парольсем пирки Çимун вăрттăн пĕр Кĕркурие çеç каласа ячĕ. Кун пирки вăл хăех ăс çитерчĕ ĕнтĕ. Рамаша хăйне çеç каламалли япалана пĕр çын кăна пĕлтĕр терĕ.

Çак ĕçсем ирхи апатчен пулса иртрĕç. Яхруш халь ĕнтĕ Тапăртах юлчĕ. Ватă учитель Чулçырмаран таврăннă-мĕн. Темле хыпарсемех илсе килмен пулас. «Яла карательсĕм пыман-ха. Мăкшăелĕнчи ĕçсене сăнас пулать», — тесе калама çеç хушнă-мĕн Яхруша Хрулкка мучи.

Мăкшăелне Хветюк чиперех кайса килчĕ. Ватă большевика тупайман вăл. Ял çыннисем Малинин юлташ ăçта кайса кĕнине пĕлмеççĕ иккен.

Лăпкă пурнăç Тапăрта тата икĕ куна пычĕ. Тен, апла та пулмастчĕ, Çимунăн, Осокинсене кĕтсе илеймесĕрех, карательсемпе çапăçу пуçласа ямалла пулатчĕ-тĕр, анчах, ун телейне, Филька, Трашукăн ăнман ăйăрне пула, шăп кирлĕ çынна тыткăна илнĕ. Çапах та Тапăра мĕн тĕрлĕ хăрушлăхран хăтарнине вăл хăй те сисмест-ха. Якалĕнчен тарнă пилĕк каратель Самлейне пырса кĕнĕ чух Половинкин тепĕр пилĕк карательпе шăп çав ялта пулнă. Самлейĕнчи Совет влаçне пĕтерме пынă пулнă вĕсем.

Самлей таврашне çитсе вырнаçнă хыççăн Рамаш йыснăшне Ыхраçырмине ăсатнипе çырлахмарĕ, Самлее те икĕ разведчик ячĕ. Икĕ разведчикĕ те пĕр хыпар илсе килчĕç: ялта карательсем пур иккен, пĕр вунă çын. Çутăлас енне Рамаш отрячĕ пăшал пемесĕрех вĕсене пурне те тыткăна илчĕ. Çавах пĕри, командир пекки, вĕсен аллине лекмен авă. Вăл çĕрле, тумне улăштарса, хулана хыпар çитерме вĕçтернĕ. Тумне мар, лашине улăштармаллаччĕ, вара Филька аллине лекмен те пулĕччĕ…

Хальччен партизансем Тапăрта лаша кĕçеннине илтменччĕ-ха. Филькăн тимĕр кăвак лаши те, унти йĕркене пĕлнĕ пекех, хăйне лăпкă тыткаларĕ: тулхăрасса тулхăркаларĕ, анчах пĕрре те кĕçенмерĕ. Виççĕмĕш кунхине ир енне вара пĕтĕм Тапăр лаша кĕçеннипе, тулхăрнипе, урапа сассипе, çын сассипе вăранчĕ. Ĕçре пулнă партизансем нихçанхинчен те шавлăрах калаçаççĕ. Вĕсем халь кашниех лашаллă. Рамаш отрядне те шута илсен, партизансен кавалерийĕ çитмĕлтен те иртрĕ ĕнтĕ. Отряд ĕçрен вăй илсе, хастарланса таврăнчĕ. Пăшал, хĕç, граната халь тепĕр çакăн пек отряд валли те çителĕклĕ. Артиллери снарячĕсене çеç илсе килеймерĕç партизансем. Вĕсене çавăнтах сирпĕнтерсе хăварма тиврĕ. Халь ĕнтĕ хулана Якаль хыпарĕ мар, чугун çул хыпарĕ маларах çитĕ. Тек вăрманта пытанса пурăнаймăн, тăшманпа хире-хирĕç тухса çапăçма хатĕрленес пулать.

«Операци ăнăçлă иртнĕ, — шухăшларĕ Çимун комиссарпа калаçичченех. — Осокинпа Федотов чĕрĕ, сывă таврăнчĕç. Отряд шучĕ чакни те палăрмасть пек».

Шучĕ чакман пулин те, икĕ çын суранланнă. Вĕсем те хăйсен пуçтахлăхне пула çеç… Илюшăпа Виçĕ Якур тӳсеймен, команда парасса кĕтмесĕрех чарăннă пуйăс патне ыткăннă, хуралти салтаксен пулисем тĕлне пулнă. Халь вĕсене юриех хатĕрленĕ çĕрпӳрте вырттарчĕç, Яхруша яла учителе чĕнтерме чуптарчĕç.

Çимун комиссара Тапăрти ĕçсем çинчен каласа пачĕ. Кунти хыпарсем те лайăх иккен. Хĕçпăшал вăхăтлăха туянман пулсан, Рамашăн паттăр ĕçĕ пирки комиссар, тен, пăшăрхакнă пулĕччĕ. Халь савăнчĕ кăна. Филькăна та тимĕр кăвак ăйăра тыткăна илнĕшĕн мухтарĕ. Половинкин Назарăн «адъютанчĕ» пулнине хула хыпарĕсем тăрăх пĕлет Осокин. Питĕ кирлĕ кайăк сунарçă аллине лекнĕ иккен. Пуринчен ытла Рамаш тĕлĕнтерчĕ Осокина. Ку паттăр йĕкĕте кунта хăварса хулана урăх çынна ямалла марччĕ-ши тесе шухăшла пуçларĕ вăл…

Шухăшлатăр комиссар. Халь вăл мĕн шухăшласан та, Рамаш унăн ирĕкĕнчен тухнă ĕнтĕ. Çак юлашки икĕ кун хушшинче вăл, каланă çĕре çитсе, ашшĕн авалхи тусне шыраса тупнă. Вĕсене паллашма пароль кирлĕ пулмарĕ. Рамаша палланă хыççăн Кăяш Тимкки хура куçне йăлтăртаттарчĕ те:

— Кунта мĕн пур сан? — тесе, Рамашăн хутаççине хыпашласа пăхрĕ.

— Пропуск, — терĕ Рамаш, тутине чалăштарса. Унтан аллине хутаçа чикрĕ те ывăç тупанĕ çине Темен куккăшĕн хăйăр тĕслĕ тăварне илсе кăтартрĕ. — Акă манăн пропуск.

— Лайăх пропуск. Маттур. Эс, чăнах та, кирлĕ çĕре çитессе шанатăп, — савăнчĕ Авандеев.

Мăрзабай тепĕр хут урăлсан…

Мăрзабай Павăлĕ, «пĕчĕк туй» хыççăн каллех сыпкалама пуçланăскер, авалхи тусĕ — Ятрус Хрулкки — килсе кайнăранпа пачах ĕçме пăрахрĕ. Пĕррехинче вăл хăйĕн тăрăшакан тарçине çапла каласа тĕлĕнтерчĕ:

— Тырă ан çĕрт урăх. Кăмăшка вĕретме чарăн.

Кашкăрăнни пек йăпăр-япăрах пăрăнман мăйне халь Мирски Тимук хуçа енне калт! пăрчĕ те кайăк йĕрлесе тупнă сунарçă йытти пек хытса тăчĕ. Хуçа кулса ячĕ.

— Эс мана ĕçтерсе вĕлерес теместĕн пуль вĕт, Тимофей Емельянчă? Çынпа пĕрле эпир те ĕçĕпĕр. Халь çын ĕретĕнчен туха пуçларăмăр…

Хуçа сăмахĕ тарçă кăмăлне каймарĕ иулмалла. Çавах вăл йытă вĕрнĕ пекрех кулса илчĕ те:

— Маншăн пурпĕрех, эп хам ĕçместĕп, — терĕ.

Урăлса йĕркене кĕрсе çитсен, Мăрзабай çине тăрсах самана таппине ăнланма тăрăшрĕ, хаçат тинкеререх вулакан пулчĕ, пĕлтĕрхи пекех, пуçне тĕрлĕ шухăшсемпе пăтрата пуçларĕ.

Самарти комуч влаçĕн ĕçĕсене ăнланса илеймĕн: пĕр енчен вăл хăйне хăй демократилле тытăм пек кăтартать, тепĕр енчен диктатор пулас текенсем пекех ирсĕр хăтланать. Совет влаçне хаяр власть тесе тиркетчĕç, анчах, хулара та, ялта та тискер ĕçсем кайран тин — чехсем Совет влаçне пĕтерсен, комуч влаçĕ ĕçлеме тытăнсан пуçланчĕç-ха. Хĕрлисен çапах та хăйсене майлă йĕркелĕх пурччĕ, пĕтĕм Раççейпе пĕр влаçчĕ. Шуррисен кашни кĕпĕрнерех тенĕ пек тĕрлĕрен йĕрке: Самарта — комуч, Оренбургра — Дутов, Çĕпĕрте — Çĕпĕр правительстви. Дутовне Самарти комуч влаçе генерал туса хунă, лешĕ çавах та, комучне пăхăнмасăр, хăй тĕллĕн çĕмĕрттерет… Çĕршыври паянхи лару-тăру пирки çынпа та калаçас килсе кайрĕ Мăрзабайăн.

Вара вăл Лешеккине, ĕлĕкхине аса илсе, чиркӳ çыннисем патне кайса килчĕ.

Пуп çемйинче те тăнăç мар иккен. Петр Сергеевич хăйĕн большевик-ывăлне ылханать. Майри çавăншăн упăшкин вăрăм çӳçне тăпăлтарма хатĕр: амăш чĕри тăван ывăлĕ еннех туртăнать çав — ывăлĕшĕн вăл хăйĕн пуп-упăшкине те, туррине те ылханма хатĕр.

Тиечук килĕнче те тату çук. Анчах кунта кăмăлсем тепĕр майлă пăтранаççĕ-мĕн. Тиечук майри, хулари купца хĕрĕ, «хурахсен» командирне — хăйĕн аслă ывăлне — ылханать. Петр Федотович хăй, майринчен вăрттăн, Мăрзабая:

— Эпĕ, çамрăкрах пулсан, хам та ывăлпа пĕрле халăх телейĕшĕн çапăçма кайăттăм, — терĕ.

— Чиркӳ служителĕ-ха эсĕ, Петр Федотович. Большевиксем турра ĕненмеççĕ. Сана та йышăнмĕç вĕсем, — юриех йĕкĕлтерĕ Мăрзабай хăйĕн тусне.

— Эх, Павел Алексеевич, — терĕ лешĕ, — тĕрĕссипе каласан, эпĕ хам та авалхи еврейсен юмах-халапне ĕненместĕп. Тиечук пулни — ман професси кăна вăл. Эпĕ хам — ĕмĕрĕпех тар юхтаракан хресчен ывăлĕ, халь тесен халь ку ĕçе пăрахса, çĕр ĕçлесе пурăнма хатĕр. Çемье ытла йышлă, ачасене вара пурне те вĕрентес килет. Çав кăна хăратать…

Çук, чиркӳ таврашĕнче те ăнăçлăх тупаймарĕ Мăрзабай. Ку енче вара никампа та калаçса чĕрене кантараймăн. Чăлах хăтăш тӳрĕ кăмăллă çын мар. Халь тата кĕрӳ тени те хулана каратель пулма кайнă та… çухалнă, авă. Санька хулара та çук теççĕ, яла та таврăнман. Çавăн пирки Смоляков пушшех тулăксăрланса кайнă. Хаяр Макарпа Мăрзабай нихçан та килĕштермен. Пуян Танюшран та ăслă сăмах илтсе курман.

Мăрзабай шухăшĕ ялти ятлă çынсенчен иртеймерĕ. Ытти ял çыннисене тиркенĕрен мар, шухăш хăнăхнă йĕрпе çеç пынăран урăх никама та шута нлмерĕ пуль вăл. Çавăнпа та ăна Хрулкка тусĕн хĕрĕ йăлтах тĕлĕнтерсе пăрахрĕ…

Уçă кăмăллă та çивĕч чĕлхеллĕ çамрăк хĕрарăм пĕррехинче калаçтармаллипех калаçтарчĕ ятлă çынна.

— Павăл пичче, ман санпа калаçмалли пур, — терĕ вăл тата кшше пырса кĕнĕ-кĕменех. — Çӳçĕ вăрăм та ăсĕ кĕске тесе, манпа калаçма йĕрĕнместĕн пуль-ха. Пупăн та çӳçĕ вăрăм, çапах вĕсемпе калаçма юрататтăнччĕ эс ĕлĕкрех…

Вăл пынă чух хуçа тĕп пӳртре, яланхи пек, пĕчченехчĕ. Халь ĕнтĕ кăмăшка ĕçсе мар, темле пысăк кĕнеке вуласа ларатчĕ вăл.

Мулла Анукĕ малтан ятарласах Наçтук çинчен сăмах хускатрĕ. Сăмахĕ Мăрзабанăн пуçне кăна мар, чĕрине те пырса тиврĕ. Кĕçĕн хĕрĕ пирки Павел Алексеевич хăн те сахал мар шухăшланă. Наçтука васкаса качча панăшăн хăйне ятларĕ вăл, ывăлне асăнса ылханчĕ. Халь тин мĕн тăвас ĕнтĕ? Анук каланă пек тăвас тесен, качча панă хĕре каялла киле чĕнсе илмелле иккен. Саньки çухалмаллах çухалчĕ пулсан, арăм пулнă хĕр ашшĕ килне таврăнни пырĕччĕ. Ун пекки ĕлекхи пурнăçра та пулкалатчĕ. Куншăн хĕрне те, ашшĕ-амăшне те ял çыннисем ытлашши хурламĕç. Санька таврăнсан, мĕнле пулĕ вара?

Çамрăк хĕрарăм ăсĕпе, пурпĕрех иккĕленме кирлĕ мар иккен:

— Санька таврăнсан та çаплах пултăр, — терĕ Анук. — Наçтук кайран хăйне валли каччă тупĕ. Санькăпа пурпĕрех пурнас çук вăл. Юратмасть упăшкине. Юратма мар, курайми пулнă. Смоляков килĕнчен халех, ача тăвичченех, каяс пулать унăн. Çын пул ĕнтĕ, Павăл пичче. Эс Наçтука хăвах чĕнсе ил…

Мăрзабай хирĕç чĕнме васкамарĕ, пуçне алăпа тĕрелесе, шухăша кайрĕ. Тепри пулсан, ку вăрăм çӳçе иртĕхсе калаçма памĕччĕ, хăр-хар кăшкăрса пăрахса, пӳртрен хăваласа кăларĕчче. Çук, апла хăтланма Мăрзабай Хаяр Макар мар. Анука вăрçас кăмăл та çук унăн. Çавах ырлас та килмест ăна.

— Каснă чĕлле каялла çыпăçтараймăн, теççĕ ваттисем, — мăкăртатса илчĕ вăл, ларсаи-ларсан.

Анук та парăнасшăнах пулмарĕ.

— Ваттисем каланă та вилсе пĕтнĕ. Юптарса ан калаç, Павăл пичче. Çамрăккисен пурнас пулать-ха. Эс ху халь çемьере чи ватти, çавăнпа хăв сăмахна кала. Пурнăç улшăнса пынине пĕлмен-курман çын мар эсĕ. Халь хăвах куратăн, çамрăксем, ваттисенчен ыйтмасăрах, çур ялĕпе çĕнĕ пурнăçшăн юн тăкма тухса кайрĕç. Ваттисем пирĕн пурнăçа курман. Вĕсен сăмахĕне кăна пурăнма килмест пире. Çĕнĕ пурнăçа кура, сăмахĕ те çĕнĕ пултăр. Этеме телейлĕ тăвакан сăмах кирлĕ.

— Ваттисен сăмахĕ — халăх сăмахĕ, ĕмĕрсен сăмахĕ, — тавлашса кайрĕ Мăрзабай. — Çĕр ĕмĕр пурăннă сăмах пĕр ĕмĕрте суяна тухмасть. Эсир, çамрăксем, çур ĕмĕр пурăнмасăрах, пĕр çулталăк хушшинчех икĕ пин çулхи тĕне те, темиçе пин çул тăршшĕнче йĕркеленнĕ халăх йăлисене те пăрахăçа кăларасшăн. Çук, пурнăçра апла пулмасть вăл. Кашни халăхăн пурнăç йĕркине тытса тăракан йăласем пур. Чăвашăн та çаплах. Намăса пĕлмесĕр, йăлана пăхăнмасăр, ваттисен сăмахне итлемесĕр пурăнакан çын — çын мар вăл. Халăхран ăслăрах пулаймăн… Наçтук пирки каласан, сансăрах куратăп. Хам тарăхса пĕтрĕм. Анчах ним тума та çук. Халăх йăлине пăсса намăс курмĕ Мăрзабай таврашĕ.

Анук малалла чĕрре кĕрес мар терĕ. Хальччен пысăк шухăшлă çын пек, хăйне хăй сăпайлă тыткаласа калаçма тăрăшрĕ вăл. Халĕ яланхи пекех çăмăлттайланса, лахлатса кулса ячĕ.

— Ват çын — тăват çын, теççĕ ваттисем. Çаплах пултăр эппин. Эс ху ырă çын вĕт, Павăл пичче. Халăх сăмахĕнчен хăрамасăрах, Наçтука каялла тавăрăттăн та… Укахви инке сăмахĕнчен хăрамастăи-и? Эпĕ, ак, пĕччен пурăнатăп, никам сăмахĕнчен те хăрамастăп. Ялтан нумай вăхăта тухса каяс терĕм. Çавăнпа санпа тепĕр сăмах калаçмалли пур…

Мăрзабай Мулла Анукĕ хăйне çапла кăшт тăрăхласа каланăшăн çилленмерĕ. Ку çамрăк хĕрарăма çилленме май çук. Темле, сисмен çĕртенех кăмăла уçса ярать вăл. Халь ĕнтĕ Мăрзабай та шӳт тума хăтланчĕ:

— Каччă шырама каяс теместĕн пуль те? Самлейне çул тытатăн-тăр-ха… Пĕр-пĕр летчкк-Микка хăраххине тупса килĕн-ха ак. Каччă тупса килни пырĕ хуть, хӳре йăтса ан кил. Аçтан пĕлен сире, çĕнĕ самана çыннисене! Тен, хулана хӳре кастарма каятăн пуль.

Анук хура сухал умĕнче вăрт-варт çаврăнкаларĕ:

— Хӳрем çуккă. Пулас та ç.ук. Çавăн пек хĕрарăм эпĕ. Хам вара пур енчен те чипер. Сан пек тăпăл-тăпăл хура сухаллă хитре каччă тупма та пултаратăп. Хура сухалри кĕмĕл çӳç пĕрчисене те пăхса тăмăп. Ват çын тăват çын вырăнне юраттăр вара мана.

Унтан, çатăлтатма пăрахса, ĕç пирки калама пуçларĕ. Кил пăхма хунямăшне — Çеки карчăкне хăварать-мĕн Анук. Анчах арçын куçĕ те кирлĕ.

— Пырса асăрхакала вара, Павăл пичче, эсĕ çывăх хурăнташ вĕт пирĕн…

Хурăнташлăхĕ, чăнах та, хăталăхран та иртеймен те… Çавах Мăрзабай Анука килĕ пирки пăшăрханма хуш-марĕ. «Юрĕ. Аçу маншăн темле хурăнташран та çывăх çын», — терĕ.

Алă парса сывпуллашнă чух Мăрзабай Анука куçран пăхрĕ те, унăн ашшĕне ăсатнă чухнехи пекех:

— Чипер кай! Çимуна курсан, салам кала, — терĕ.

Анук ним те чĕнмерĕ, хăй пăлханнине кăтартас мар тесе, тем ихĕрсе тухса кайрĕ.

«Сисет вĕт, эсрел. Мăрзабай таврашне улталаймăн», — шухăшларĕ ăшĕнче.

Мулла Анукĕ тухса кайнă хыççăн Мăрзабай темшĕн ытлашши пăлханса юлчĕ, ун хăлхинче çаплах çамрăк хĕрарăм каланă сăмахсем янраса тăчĕç:

«Этеме телейлĕ тăвакан сăмах кирлĕ… »

Телей! Телей пирки хăçан та пулин шухăшланă-ши Мăрзабай?

Ĕмĕр тăршшĕпех хăйне хăй питĕ тирпейлĕ тыткалама тăрăшса пурăнчĕ вăл, хăйĕн ырă ятне çĕртес мар терĕ. Укахвипе пĕрне-пĕри юратса, варлă пурăнас çуккине авлансан тепĕр куннех туйрĕ вăл. Çапах ун пирки ытлашши пăшăрханмарĕ. Арăм тени мĕн вăл? Ача амăшĕ, кăмака кукри хуçи. Вара: «Пĕчĕк ĕçре унпа хирĕçес мар, пысăк ĕçе хутшăнма унăн ăсĕ çитес çук», — тесе шухăшларĕ те Мăрзабай лăпланма тăрăшрĕ.

Куçминккара пĕччен пурăннă чух Белянкинсем ăна çамрăк чиперккесемпе çыхлантарма тăрăшрĕç. Хитре сăнлă, уçă кăмăллă старшина чипер майрах тупма пултаратчĕ пулĕ, анчах тупмарĕ. Хисеплĕ ят çăмăлкка савăнаçран хаклăрах пулчĕ уншăн. Халь, ак, хура сухалĕ кăвакара пуçласан, нимле майра та мар, авалхи тусĕн хĕрĕ, тăлăх арăм, пурнăçри тепĕр тĕрлĕ телей пирки шухăшлаттарма пуçларĕ.

«Арăм вилсен те, Анук пек çамрăк хĕрарăмпа çыхланса намăс курас çук», — шухăшларĕ вăл, хĕрарăм сăнне куç умĕнчен хăваласа яма тăрăшса.

Кĕçех Мăрзабай пуçне урăх шухăшсем килсе тулчĕç. Вĕсем те Анук палăртса хăварнă йĕрпех пыраççĕ иккен. Каллех унăн сăмахĕсем аса килчĕç: «Çамрăккисем çур ялĕпе çĕнĕ пурнăçшăн юн тăкма кайрĕç». Чăнах та çапла вăл. Анук хăй те çавăнтах кайрĕ вĕт. Çамрăккисем çеç пулсан пырĕччĕ. Хура-шур курманскерсем, мĕн пĕлеççĕ вĕсем? Анчах Хрулкка та вĕсем майлă вĕт. Шатра Миккана мĕн кирлĕ тата? Мĕншĕн вăл çапла чăрсăр калаçса хăйне хăй хĕнеттерчĕ? Ма Пали, нимрен хăрамасăр, офицера мăйран пăвса илчĕ? Ма вара чан сассипе пĕтĕм халăх пăлханса çĕкленчĕ? Нумай вĕреннĕ ăслă çынсем ертсе пыраççĕ çав вĕсене…

Назарпа Леонид аса килчĕç. Леонид Назартан ăслăрах, кăмăлпа та ырăрах. Елĕкхи туссем халь — пĕрне-пĕри тăшман. Леонидăн ашшĕ те кăмăлĕпе ывăлĕ майлă.

«Ман Назар майлă пулас-и вара? Темшĕн кăмăл туртмасть. Çимун, шăллăмăн ывăлĕ, ăслă çын. Вăл та, çемйине, хуçалăхне пăрахса, çĕнĕ йĕркешĕн çапăçма кайнă… »

Мăрзабайăн та çав ăслă та тӳрĕ кăмăллă çынсем еннелле туртăнмалла мар-ши? Çук, капла ĕç тухмасть пулĕ. Çĕнĕ йĕрке тăвас текенсем тĕнсĕр, турăсăр, чун тытăмĕсĕр иурăнасшан. Харпăрлăх иирки те аташаççĕ вĕсем. Çĕр хуçи халăхах пултăр эппин. Лаша хуçи, плуг, жнейка, молотилка хуçи вара кам пулĕ? Чахрунсем-и? Çук, çук, килĕшмест капла. Вĕсен, авалхи йăласемшĕн тăракансен, киввишĕнех кĕрешмелле. Анчах камсене хирĕç? Кам-ха унăн тăшманĕ? Çимунпа Шатра Микка-и? Вĕсем çине çилĕ килмест…

Асĕ-пуçĕ çапла пăтранкаласа пурăннă вăхăтра самана ĕни Мăрзабайăн тепĕр ури çине те пырса пусрĕ.

Анук килсе кайнă хыççăн эрне те иртмерĕ, Мăрзабай хăлхине сехĕрлентерекен хыпар пырса кĕчĕ. Таçта — те Весуккара, те Мăкшăелĕнче — хĕрлисем шуррисен пысăк отрядне аркатса тăкнă, тет. Фальшин Васьки çавăнтан аран тарса хăтăлнă пулать. Назар пирки ырă мар калаçать имĕш. Назар çав çапăçура те пуçне хунă, те тыткăна лекнĕ.

«Кайса пĕлес мар-и?»

Çук, Фальшинсем патне кайса мĕскĕнленес çук вăл. Тĕрĕссине вĕсемсĕрех пĕлме пулĕ.

«Хулана кайса килес мар-ши?»

Хулана каймалла пулмарĕ. Часах яла Фальшин çеç мар, Санькăпа Зар Ехим те таврăнчĕç. Мăрзабай малтан хăй патне Санькăна чĕнтерчĕ. Леш кăнтăрла, чĕннĕ вăхăтра, килмерĕ, çĕрле тата хыçалти хапхаран асăрханса пырса кĕчĕ.

— Ма вăрă-хурах пек çĕрле çӳретĕн?

— Кăнтăрла çӳреме хăратăп, пытанса пурăнатăп, — терĕ Санька.

— Камран хăратăн?

— Карательсенчен хăратăп, Назар Палчран хăратăп.

— Аçта вăл? Эс курнă-и ăна? Ма хăратăн унран? Тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пар-ха.

Санька вара хăй ăçта çухалса пурăнни çинчен пĕтĕмпех ним пытармасăр каласа пачĕ. Чӳречерен тухса тарнă хыççăн вăл, айăпне пĕлмесĕрех, хăйне карательсем тĕрмене хупса лартасран хăранă иккен. Çавăнпа вара яла та таврăнман, хула çывăхĕнчи арçын мăнастирне пырса кĕнĕ; унта Санькăн куккăшĕ манахра пурăнать-мĕн. Çав мăнастирте карательсенчен пытанса халичченех пурăннă вăл. Хăй авланни çинчен унта никама та каламан тата айван. Игумен Санькăпа час-часах калаçкаланă, Санька, хăйне манах тума тăрăшнине сиссен, мăнастиртен те тухса тарнă.

— Халь Назар ăçтине пĕлместĕн апла? — ыйтрĕ Мăрзабай; унтан сасартăк ахăлтатса кулса ячĕ: — Ялтан карательсем патне тартăн пулать, карательсем патĕнчен — мăнастире, унтан — каллех яла. Халь хĕрлисем патне вăрмана тармалли çеç юлчĕ.

Зар Ехимĕн кунçулĕ те кулăшла пулса тухнă. Анчах Мăрзабай унпа калаçнă хыççăн кулмарĕ. Лешĕ хулари пурнăç пирки нумай пакăлтатрĕ, çавах та Мăрзабай ăна ăнланса çитеймерĕ.

— Чим-ха, — терĕ вăл, Ехиме пӳлсе. — Назар сире Мăкшăелне ертсе кайрĕ, тетĕн. Отрядра аллă-утмăл çын пулнă, терĕн… Мăкшăелĕнче эсир ним айăпсăр çынсене хĕненĕ пулать. Çапла-и?

— Зюк, зюк, Павăл мучи, эп хĕнемен. Эп ăш ыратать тесе тарса пытантăм. Çавăн чух яла хĕрлисем вăркăнса пырса кĕчĕç.

— Эс малалла мĕн пулнине ху куçпа курман апла? Кама вĕлернине, кама тыткăна илнине пĕлместĕн?

— Берсе вĕлермерĕç ăна большевиксем, зихса вăрмана илсе кайрĕç…

— Кама персе вĕлермерĕç? — ыйтрĕ Мăрзабай, сехĕрленсе ӳксе.

— Ваше благородине, Назар Палăча…

— Аçтан пĕлетĕн, ху курман пулсан?

— Мăкшă майри каларĕ. Эп хам урамра пăшал пеме тытăнсанах тĕпзакайне кĕрсе лартăм. Тепĕр кунне тин мана мăкшă майри кăларса ячĕ, чуп чазрах, халь ялта хĕрлисем те, шуррисем те çук. терĕ…

Малалла Мăрзабай Зар Ехим мĕн сӳпĕлтетнине итлесе лармарĕ, килкартине васкаса тухрĕ. Мирски Тимук, хуçа тухасса кĕтнĕ пекех, таçтан ун умне килсе те тăчĕ.

— Çунатлă тăрантаса пар лаша кӳл, Хурăнвара каятпăр, — терĕ хуçа пăлханнă сасăпа.

Çĕнĕ сасăсем

Юлашки вăхăтра Тапăрта лаша тулхăрни кăна мар, хĕрарăм сасси те илтĕнекен пулчĕ. Халь отрядра виçĕ хĕрарăм. Нюрăла пирвайхи операцие кайнă партизансем ертсе килчĕç. Çав ятсăр разъездра пытанса пурăннă иккен Лешекки хĕрĕ.

Хĕлле Радаев отрячĕпе Дутова хирĕç çапăçма кайнăскер, Нюра темиçе çапăçура та пулнă. Малтан вăл хулари больницăра няньăра ĕçленĕччĕ, çавăн чух пĕр медсестрапа, Лида Черкасовăпа, туслашнăччĕ. Лида ăна хăйпе пĕрле вăрçа кайма чĕннĕ. Ун чух Нюра хĕрлисен отрядне революционер кăмăлĕпе мар, хăйĕн çĕнĕ акамне юратнипе çеç пырса хутшăнчĕ. Лидăпа пĕрле суранланнă çынсене çăлса тертленнĕ хушăра тин вара вăл хăйĕн тивĕçне чĕрепе туйса илчĕ. Хăй суранланнине пула çеç Нюра Блюхер çарĕпе Оренбург таврашне каймасăр юлчĕ, ăна хайхи çав ятсăр разъезда сывалма хăварчĕç…

Ватăлас енне кайнă хĕр качча тухас пирки шухăшлама пăрахнăччĕ ĕнтĕ. Ялта чух вăл, теме шанса, хăйĕн салтакри авланнă каччине кĕтсе пурăнатчĕ. Вара, кĕтсе илеймесĕрех, хулана пурăнма куçрĕ. Хура-Шур куркаланă хыççăн хĕрĕн шухăшĕсем улшăна пуçларĕç. Кобозев комиссарпа ытти паллă революционерсемпе, тӳрĕ те таса кăмăллă çынсемпе çывăх паллашнăранпа вăл пурнăç çине те урăх куçпа пăхакан пулчĕ.

… Çимун çавна сисмест-ха. Нюра пĕр кĕтмен çĕртен тупăннă кун вăл вĕçĕмсĕрех ун тавра явăнчĕ. Хĕр унпа çынра вăрттăн калаçма васкаманшăн та кăмăлсăрланмарĕ Çимун. Шыранă телей сасартăк тупăннăшăн савăн-нипе, Нюра унран сивĕннĕ пек пулнине те туймарĕ вăл. «Çынран вăтанать. Хамăр ялсем нумай-çке кунта», — шухăшларĕ çеç. Тульккĕш каç пулсан та пĕр-пĕр тĕм айĕнче хĕрпе калаçса лараймарĕ, апăрша. Нюра, хăйĕн янташĕсене, кӳршисене тупнипе савăннă пек пулса, каçа хăйĕн кӳршĕ çыннисемпе калаçса ирттерчĕ.

Çавах пĕррехинче тӳлек те улах вырăна чĕнсе илчĕ-илчех Çимун савнă хĕрне. Анчах мĕн ĕмĕтленни пулмарĕ. Нюра мăйран пырса уртăнмарĕ, темшĕн куçран пăхма та вăтанчĕ. Çимун хăй ăна хытă юратнине пĕлтерсен тата пĕрлешме сĕнсен те, хĕр хирĕç чĕнме васкамарĕ, ачашшăн куçран пăхса илчĕ те пуçне пĕшкĕртрĕ. Çимун калаçма чарăнчĕ, ирĕксĕрех савнин çĕнелнĕ сăнне сăна пуçларĕ. Çук, ватăлман Нюра. Тĕрĕссипе, ватăлма вăхăчĕ те çитмен-ха. Çирĕм виççĕри хĕре ялта кăна ватăлнă теççĕ. Елĕк вал тин кăна çулçă кăларнă çамрăк çӳçе пекчĕ, халь — сулхăн пама пултаракан çамрăк тирек. Çавăнтах Пăлаки аса килчĕ. Лешĕ лĕп чун — вĕрилентермест те, сивĕтсе те пăрахмасть. Ку вара пачах урăхла çын: пĕр çунтарать чĕрене, пĕр шăнтса ярать… Халь ак шăнтса пăрахассăн туйăнать: хăмăр куçĕсене сӳнтерчĕ, пытарчĕ, вара унăн хĕвел пек çутă сăнне хура пĕлĕт килсе хупларĕ.

— Айван пулнă çав эпир çамрăк чух, Семен Тимофеевич, — терĕ вăл. — Иксĕмĕр пĕрлешсе савăнăпăр, тепĕр чĕрĕ чуна вара хăртса лартăпăр. Пĕринне кăна мар, тепринне те. Ачу пур вĕт. Чĕрĕ ашшĕ пур çертенех тăлăх-турат пулса ӳстĕр-и вăл? Çавăн пирки шухăшламастăн-и? Шухăшламалла. Киревсĕр ĕç тума ирĕк паман пире революци. Хăвăн пирки çеç шухăшлатăн пулсан, коммунист мар вара эс — анархист пулатăн («Тупрăн анархист», — мăкăртатрĕ Çимун). Çапла вĕрентеççĕ пире чăн-чăн революционерсем. Шухăшла-ха, эсĕ халь халăх телейĕшĕн çапăçатăн, çав вăхăтрах мĕскĕн хĕрарăмпа тăван ывăлун телейне татма хатĕрленетĕн. Пирĕншĕн çĕнĕ пурăнăç çитнĕ тейĕпĕр, арăмушăн çитмен-ха. Тепĕр вунă-вунпилĕк çултан эс ăна пăрахнăшăн вăл, тен, аптрамĕччĕ те… Халь вара ăçта кайса кĕтĕр вăл? Çын мăшкăлĕ пулса тăрĕ — Каменкăра пурăнма юлсан та, тăван ялне таврăнсан та…

Малалла çамрăк хĕрарăм Çимун ывăлĕн шăпи пирки те чуна çӳçентерсе сăмахларĕ, ĕлĕкхи каччине макăрас патнех çитерчĕ. Юлашкинчен вăл Çимуна арăмĕ патне халех кăмăллă çыру çырма хушрĕ. Хăйĕн те чунĕ хытă хурланчĕ пуль хĕрĕн — сасси чĕтре пуçларĕ.

Вара вĕсем уйрăлчĕç. Çимун, карттусне çамки çине антарса, ассăн сывласа илчĕ те вырăнтах ларса юлчĕ. Нюра, пуçне пĕшкĕртсе, Тапăрти сасăсем еннелле утрĕ. Хĕр тутăр вĕçĕпе куçне шăлса илнине Çимун курмарĕ…

Нюра тупăннă хыççăн тепĕр эрнерен Тапăрта татах çĕнĕ сасăсем илтĕнчĕç. Шатра Микка сăмахне чăна кă-ларса, часах хайхи клуб пуçлăхĕ — Мулла Анукĕ — килсе çитрĕ. Пĕччен те мар: хăйпе пĕрле Сухоречка хĕрне — Ольăна — ертсе килнĕ. Анукпа Оля Тапăрта Федунова Нюрăна тĕл пулнăшăн чунтан хĕпĕртерĕç.

Ял çыннисем Тапăрта хĕрарăм сасси илтĕннĕшĕн савăнмаллипех савăнчĕç. Комиссар çеç савăнма васкамарĕ. Вăл çак «вăрăм çӳçсем» революци салтакĕсен чунĕсене çемçетсе ярасран, вĕсене пула арçынсем хушшинче хирĕçӳ тухасран пăшăрханса ӳкнĕччĕ, хăйне Анукăн чăрсăр хăюлăхĕ çын кулли туса хурасран та шикленнĕччĕ. Ватă каччă çамрăк хĕрарăма кирлĕ таран пĕлсе çитеймен иккен. Ятрус хĕрĕ пуринпе те кăмăллăн çатăлтатать, комиссар еннелле çаврăнса та пăхмасть. Уншăн Мишша-салтак ӳпкелешме те хатĕр пулчĕ, тен, кĕвĕçсех те кайнă пулĕччĕ, анчах кăмăла кирлĕ-кирлĕ марпа пăтратма вăхăт çук çав, ытти хуйхă-суйхă нумай. Çапах пĕррехинче Осокинпа Николаев хĕрарăмсем пирки ятарласах пуринчен вăрттăн ларса калаçрĕç.

Сăмаха Çимуп пуçларĕ. Вăл хăйĕн хуйхи пирки юлташне ним пытармасăр каласа пачĕ. Мишша-салтак малтан шухăша кайрĕ. Ларсан-ларсан вара сасăпах кулса ячĕ.

— Пиртен ăслăрах вĕсем, ача, — терĕ кулма чарăн-сан. — Эпĕ сан арăмупа паллашнă хыççăн сана питĕ вăрçнăччĕ. Халь ху эс манран канаш ыйтса ларатăн… Çĕнĕ самана килнине хĕрарăмсем лайăх ăнланаççĕ иккен. Эпир, арçынсем, революцин пĕр енне çеç куратпăр, вĕсем тепĕр енне те курма тăрăшаççĕ. Пурнăç çине пиртен тимлĕрех пăхаççĕ вĕсем. Акă халь пирĕн отрядра виçĕ хĕрарăм. Виççĕшĕ те расна çынсем. Çавах çĕнĕ пурнăç пирки пĕр шухăш тытнă. Мораль кодексне революци çулпуçĕсем çырса парасса кĕтмеççĕ, пурнăçра çĕнĕ çул хăйсемех тупасшăн. Революцие çулпуçсем мар, халăх туни çакăнтан та лайăх курăнать. Çук, ача, революцин тĕп ĕçĕсене хĕрарăмсăр тăваймăпăр эпир.

Осокин унччен хăй тĕллĕн çапла шухăшласа курманччĕ. Халь, Çимунпа калаçнă чух, шухăшĕ хăех таçтан сиксе тухрĕ. Çавăнтанпа Тапăрта хĕрарăм сасси илтĕннĕшĕн пăшăрханма пăрахрĕ комиссар. Мăкшăелĕнчи çапăçу хыççăн хĕрарăмсем вăхăтла килсе çитнĕшĕн савăнчĕ кăна. Суранланнă çынсене пăхма ав епле пулăшаççĕ вĕсем Ятрус мучие.

Нюрăпа Анук хĕрарăм çулне кĕрсе çитнĕ ĕнтĕ, Оли вара çап-çамрăк-ха. Çапах ăсĕпе те, кăмăлĕпе те хăйĕн каччине чăнахах тивĕçлĕ хĕр. Рамашпа Оля пирки Осокин ялтах илтнĕччĕ. Кунта та Илюшăпа унăн юлташĕсем вĕсене тăтăшах асăнатчĕç. Рамашĕпе паллашаймарĕ комиссар, Олине курса савăнчĕ вара. Каччине курма çеç килмен иккен вăл кунта. «Эпĕ хĕрлĕ гвардеец», — тет. Пăшал тыткалама та вĕренмĕ иккен Илюшăн «гвардийĕнче». Каччине курайĕ-ши мĕскĕн? Кăяш Тимкки хăйĕн çырăвĕнче çапла çырнă: «Рамаш Куйбышев патне кайса килчĕ. халь эпир ăна Чапаев патне ăсатрăмăр. Пултарать ачи! Пирĕн Хĕрлĕ Çарта та паттăр ĕçшĕн награда парас закон тухмалла тесе калаççĕ. Рамаша награда параççех ак… » Ку паттăр йĕкĕте хăй курмасăр юлнăшăн тата тепĕр хут ӳкĕнчс вара комиссар, Ольăпа тата ăшшăноах калаçа пуçларĕ. Кун пирки Мулла Анукĕ Ольăна кĕвĕçнĕ пекрех кулса: «Асту, чипертерех пул: вăл ман каччă. Чехсене-мехсене хăваласа ярсанах, тĕнче çĕмĕрттерсе туй, хĕрлĕ туй. тăватпăр», — тесе ихĕрчĕ.

Тапăр ĕмĕрĕ те кĕскелсе çитрĕ ĕнтĕ. Тепĕр ик-виç кунтан пилĕкçĕр çынран тăракан отряд похода тухмалла. Ун çулне хуларисем малтанах палăртса хунă. Хыпарсем ырă. Хĕрлисем учредиловка çарĕсене хĕвеланăç енчен те, кăнтăр енчен те хĕсмеллипех хĕсеççĕ. Хулара Осокин отрядне чармалăх вăй çук иккен халь. Назара хăйне тыткăна илсе, унăн огрядне Мăкшăелĕнче аркатНй партизансене çул уçса пачĕ. Çулĕ тӳп-тӳрех Чапаев бригади патне илсе каймалла. Комиссарпа командир халь отряда похода хатĕрлесе ăшталанаççĕ. Федотов хăй ĕçне лайăх пĕлет. Осокинĕ вара Çимун пекех аптракан пулса кайнă.

Чăн та, ревкомпа отряд ĕçĕсене революци хушнă пек тĕрĕс туса пыма Çимунăн мар, хушăран Мишша-салтакăн та ăс çитмест.

«Вăл енчен ревком йышĕ те ăнăçлах мар çав, — шухăшлать Осокин. — Леонид ырă та йăваш чĕреллĕ çын. (Хăйĕн хулари паттăрла ĕçĕ пирки никама та каламан лешĕ.) Революци çулĕ çине гуманизм сукмакĕпе пырса тухнăскер, вăл тепĕр чух, класла туйăма çухатса, тăшмана та шеллеме пăхать. Çимунĕ — те старшина çемйинче ӳснĕрен, те кăмăлĕ çапла пулнăран — хăш чух халĕ те иккĕленме пăхать… »

Рамаша таçта ăсатнăшăн пĕрре мар ӳкĕнчĕ Осокин. Вăл Якалĕнче революци ячĕпе туса ирттернĕ ĕç комиссара нумай шухăшлаттарчĕ. Пĕр енчен, ревком чăн та çапла ĕçлемелле пек. Тепĕр енчен… Кам пĕлет? Рамаш никам çирĕплетмен решенипе тăруках çичĕ çын персе вĕлерни Виçĕ Якур пек анархистла хăтланни пулмарĕ-ши? Капла халăх большевиксенчен те хăракан пулĕ. Кăмăлĕ çапларах шухăшлаттарать-ха Мишша-салтака. Шухăшăн вара хăйĕн тымарĕ те пур иккен. Туйăм мĕн вăл? Куç умĕнче халь, çак самантра пулса иртнипе çеç пăлханать. Шухăшăн тавракурăмĕ анлăрах. Вăл тахçан пулни-иртнине аса илет, малашлăха курма тăрăшать. Çук, Рамаш анархистла хăтланман пулĕ. Тарăн шухăшлă та пысăк туйăмлă революционер вăл. Ăсатмалла марччĕ иккен çав ăна. Халь кунта унăн сăмахĕ тем пек кирлĕччĕ. «Хам иккĕленмесен, ревкомĕ те хирĕç пулмĕ-ха. Ревком членĕсем мана шанаççĕ. Çавăнпа пушшех йăнăш туса хурасран асăрханасчĕ… » — çаплах канăç тупаймасть Осокин.

Заложниксен шăпине татса памалла ĕнтĕ. Е персе вĕлермелле вĕсене, е ирĕке кăларса ямалла. Иккĕшин шăпи паллă. Назарпа тепĕр офицерне, Чулçырма «геройне», пересех пулать. Вăрă-хурахла мар, суд туса, приговорпа. Леш тĕрлĕ половинкинсемпе вара мĕн тумалла? Рамаш рядовой карательсене те персе вĕлернĕ… Çав вăхăтрах хăшне-пĕрне ирĕке кăларса янă…

Юлашкинчен Осокин çапла шухăшласа хучĕ:

«Похода хатĕрленсе çитиччен хуларан ним те хушмасан… халăхран ыйтас. Мĕн каласан та, пилĕкçĕр çын пилĕк çынран ăслăрах».

Ревкомра халь рабочи те, ватă большевик та пур. Хăйне хулари ревком ирĕк панипе, Осокин ревком членĕсен шутне Горшковпа Малинина кĕртрĕ. Анчах Горшковĕ революци ĕçĕнче пиçмен-ха. Малинин партире 1904 çултанпа тăрать пулин те, ĕçре сахал пулнă. Вунтăватă çултан вуникĕ çулне тĕрмере те ссылкăра ирттернĕ…

Çак ватă большевика асăнсан, Мишша-салтак йăл кулса илчĕ. Çӳллĕ, тĕреклĕ мăкшă çынни. Хитре шурă сухалĕ хăйĕн кăкăрне те хупласа тăрать! Вăл ăна пытанса пурăннă вăхăтра та кастарман. Те ытла харсăр, те айванрах старик. Тăшман аллине хăех парăннă темелле. Карательсем Мăкшăелĕнче, ватă большевик пирки тĕпчесе çынсене хĕнеме тытăнсан, Малинин, çĕр айĕнчен килсе тухнă пек, сасартăк шыв пички çине хăпарса тăнă та карательсене питлеме пуçланă, халăха Совет влаçĕн тăшманĕсене хирĕç тăма чĕннĕ. Карательсен командирĕ тĕлĕнсе ӳкнипе тăруках тавçăрса та илеймен. «Кам вăл, сирĕн ухмах старик? Çӳçне кастарнă пуп мар-и?» — кулса ыйтнă вăл пĕр пуян мăкшăран.

«Эсир шыракан Малинин вăл», — тенĕ лешĕ. Назар, çак сăмаха илтсен, халăха сирсе, шур сухал умне пырса тăнă, лехлетсе кулнă та айван оратора пичке çинчен сĕтĕрсе антарнă, старике хăй аллипе хĕнесе чунне кантарнă. Тен, çавна пула тыткăна лекрĕ те пуль хаяр каратель.

Сасартăк партизансем килсе тухсан, Назар тăруках лаша ратне чупса çитеймен, тахăш ăна ура хурса чикелентернĕ. Салтакра пулнă мăкшăсем пăшал пенинчен ыттисем пек хăраса ӳкмен. Партизансем карательсене хупăрланă хушăра виç-тăватă çын карательсен командирне çыхса пăрахнă…

Малинин, тĕрмере нумай ларса, халь тата пытанса пурăннипе, халăхшăн хытă тунсăхласа çитнĕ пулмалла. Тунката çине хăпарса тăрать те митинг пуçласа ярать. Партизансене ӳкĕтлеме-чĕнме кирлĕ мар, çавăнпа вара ватă большевик хăй мĕн пĕлнине пĕтĕмпех халăха каласа пама тăрăшать. Хăй сăмахне çĕр чăмăрĕ еиле пулса тăни çинчен каласа панипе пуçлать те шурă чехсем кам хĕтĕртнипе Совет влаçне хирĕç пăлхав çĕклени çинчен ăнлантарнипе вĕçлет. Тепĕр чух Çĕпĕрти пурнăç пирки сăмахлать. Партизансем пурте юратса итлекен пулчĕç тунсăхланă оратора, хăйсемех тунката тавра пухăнса тăраççĕ. Халăх пухăнсан, Спирка Малинина шыраса тупать те тунката патне ертсе килет.

… Çĕнĕ сасăсем Тапăрта нумайлансах пыра пуçларĕç. Паян заложниксен çĕрпӳртĕнче те çĕнĕ сасă — чи хаяр офицерăн сасси илтĕнчĕ…

Назар тыткăнра та тăруках лăпланмарĕ. Малтанах вăл çĕрпӳртрен çĕмĕрсе тухма шухăш тытнăччĕ. Çавăн пирки тепĕр офицерпа хирĕçсе кайрĕ. Офицерсем хушшинче килĕшӳ пулманнипе вара ытти карательсем те пĕр шухăшла пулаймарĕç. Лешĕ, Чулçырмара иртĕхсе пĕтнĕ офицерĕ, халĕ йăвашланса çитнĕ иккен ĕнтĕ, хăйне партизансем персе вĕлересрен хăрами пулнă. Федотовăн лăпкă кăмăлне кура ирĕке тухма шутласа хунăскер, вăл юлашки вăхăтра алăка шаккама та пăрахрĕ. Май килнĕ чух партизансен комаидирĕпе шӳт туса калаçма та пăхать; вăл Николаевпа килĕшме мар, унăн пуçтах ĕçне чăрмантарма та хатĕр.

Çакна сиссен, Назар, Леонидпа вăрттăн калаçса, ăна хăратса та, илĕртсе те ирĕке тухма хăтланса пăхрĕ. Еçĕ çавах ăнмарĕ…

Леонидран пуçие, отрядра хулари ревкомпа çыхăннă Мишша-салтак тата Совет влаçĕшĕн чĕр юнпа пĕвенсе курнă Шатра Миккапа Пали пуррине пĕлмен çав вăл. Вăрманта пытанса пурăнакан ял çыннисем çине халĕ те дезертирсем çине пăхнă пек çеç пăхнă.

Хура хăмла çырли

Хĕвел аннă çĕре Весукка таврашĕнче çул юппине çитсен, Мăрзабай тăрантас çинчен анчĕ те Тимука кăпăкланнă пар лашапа Хурăнвара ăсатрĕ, хăй Весукка еннелле тӳрĕ çулпа çуран утрĕ. Ял вĕçне çитсен, шкул патнелле пăрăнчĕ.

Учитель пӳрчĕ шкул хыçĕнче ытти хуралтăсенчен уйрăм ларать. Тăваткал пĕр пӳлĕмлĕ пӳрт. Пӳрчĕ пĕчĕк, уншăн çенĕкĕ хăй тепĕр пӳлĕм пек: нитĕ таса, çутă, маччаллă. Çулла хуçа вăхăтне ытларах çакăнта ирттерет пулмалла. Килкарти çукпа пĕрех, пӳрт çумĕнчи сачĕ вара пĕчĕк мар, вăрмана çити тăсăлать. Садра тĕрлĕрен улма-çырла йывăçĕсемпе тĕмсем саркаланса ӳсеççĕ.

Мăрзабай Хурăнвара çӳренĕ хушăра авалхи тусĕ патне çул майăн час-часах кĕрсе тухнă. Халь вара ют çын патне килнĕ пек, пӳрте темшĕн асăрханса кĕчĕ.

— Хуçи кнлте çук-им? — кăшкăрчĕ вăл пӳрт умĕнче кăшт итлесе тăнă хыççăн.

Сас-чӳ пулмарĕ, çавах та хăна, пӳрте кĕрсе, тĕпелти кĕтес еннелле сăхсăхнă пек хăлаçланкаласа илчĕ.

Турăш кĕтессшгче ылтăн-кĕмĕл шăвăçпа чĕркенĕ Христос е турамăш вырăнĕнче пĕр сăрланă хăма татăкĕ çеç: те Николай-угодник, те Серафим Саровский сăнĕ. Тинкеререх пăхсан, Хрулкка сăнĕ пек те курăнса каять. Кăмăлĕ пăсăк пулин те, Мăрзабай кулмасăр тӳсеймерĕ: «Турра ĕненмен, эсер пек курăнакан чее старик турăш вырăнне турă кĕтессине хăй сăнне улăхтарса лартман-ши?»

Хуçа таврăниччен хăна Хрулкка сачĕпе паллашас терĕ. «Кил хуралçи» Яхруш, ăна курсан, хăраса ӳкрĕ; Мăрзабай килнĕ чух вăл садраччĕ. Хăна сада кĕрсен, «хуралçă» тĕм айне пĕшкĕнсе ларчĕ, унтан шаларах упаленсе кĕчĕ. Мăрзабай типшĕрнĕ курăк чаштăртатнине илтрĕ. Хуçа çук чух ача-пăча тустармасть-ши кунта тесе, сасă илтĕннĕ еннелле васкарĕ.

Мăрзабай, тен, Яхруша, çырла вăрри тесе, тытнă та пулĕччĕ, анчах хурлăхан тĕмĕсем патне çитсен, вăл сасартăк чарăнса тăчĕ. Хурлăхан тĕмĕ çинче хура çырла ӳсмест-и вара? Çук, хура çырла мар ку, хăмла çырли. Тутанса пăхрĕ: чăн та çапла. Хура çырла пекех кая юлса пиçет иккен. Вара вăл тинех тусĕпе турă пирки тавлашнине аса илчĕ.

«Суймарĕ вĕт, эсрел! Чăнах Тамбов вырăсĕ вĕрентнипе хăех туса ӳстернĕ-ши çак çырлана? Турă çырли хĕрлĕ, ку — хура. Шуйттан çырли… Туррăн арăш-пирĕш ĕçĕсене йĕркелетпĕр, юсатпăр, тенĕччĕ Хрулкка. Турăран ăслă пуласшăн. Шăп леш, шуйттансен пуçлăхĕ пек, сатанаил пек пуласшăн… »

Яхруш, ӳсĕрес марччĕ тесе, аран чăтса выртать. Акă хăна каллех пӳрте кĕрсе кайрĕ. Кĕçех çенĕкре кĕмсĕртетни илтĕнчĕ. Унтан мăрьерен тĕтĕм тухни курăнчĕ.

Кĕтмен хăна çĕр выртмаллах килни çинчен Яхруш кил хуçине кайса систерме шутларĕ. Вăрманпа пĕр çухрăм кайсан, хăй тата иккĕлене пуçларĕ, чарăнса тăчĕ.

Тапăра çитме çывăх çул мар. Каялла таврăнас мар-и? Хуларан е Рамаш отрядĕнчен килнĕ палламан çын, Мăрзабая Мулла Хрулкка вырăнне йышăнсан, тем курма пулать. Çук, кайма юрамасть. Пĕрре çапла шухăшлать ним тума аптранă Яхруш, тепре урăхла: чăнах та, Мăрзабай Весуккана ахалех килмен пуль. Кун пирки Тапăра çитсе пĕлтермеллех. Мĕнле тусан терĕс пулĕ-ши?..

Кун пек чух хăшпĕр çын, апла та, капла та тăвасшăн пулса, хаклă вăхăта ним тумасăрах ирттерсе ярать. Вара ун умне икĕ хăрушлăх вырăнне виççĕмĕшĕ килсе тухать. Тен, Яхрушăн аптрашки те çапла пулатчĕ-и — вăл е малалла чупас, е каялла таврăнас вырăнне çур сехет пер вырăнта тапăртатрĕ, — ун телейне, отряд командирĕ патрульсене кĕçĕрлĕхе ял çывăхнех куçарнă иккен. Чăтлăхран Яхруш умне икĕ чăваш тухса тăчĕç.

— Халех таврăи каялла, — терĕ пĕри Яхруш хăйĕн аптрашки пирки каласа пĕтернĕ хыççăн. — Комиссар хуларан çын кĕтет. Хветюк çухалнă. Çавăнпа хула çынни малтан Хрулкка мучи патне кĕрет пуль. Мăрзабай пирки хамăрах ревкома пĕлтерĕпĕр.

Яхруш яла таврăнчĕ. Пĕр партизанĕ Тапăра чупрĕ.

Мăрзабай, тусне кĕте-кĕте, çенĕкре хура хăмла çырлипе чей ĕçрĕ. Хуçи çаплах килеймерĕ-ха. Хăна тин вара тĕлĕне пуçларĕ. Ку турра ĕненмен эсремет хăй те пĕр-пĕр çветтуй пек, пустынник пек пурăнать. Алăксене питĕрмесĕрех таçта тухса кайнă. Кил пăхма никама та хăварман. Тĕрлĕ çимĕçлĕ сад пахчине хураллакан та çук… Авланмарĕ те вĕт арăмĕ çамрăклах вилнĕ хыççăн, хĕрне хăех пăхса ӳстерчĕ,

Анука асăнсан, куç умне уçă кăмăллă çамрăк хĕрарăм килсе тăчĕ: «Хӳрем çук, хам пур енчен те чип-чипер». Çакăнта килме тухнă чух Анука курма ĕмĕтленмен-и Мăрзабай? Çук, хăйĕн чĕрене ыраттаракан хуйхине манас тенипе çеç Хрулккапа унăн хĕрĕ çинчен шухăшлама тăрăшрĕ вăл халь:

«Садра хура хăмла çырли ӳстереççĕ. Пурнăçра та çав-нашкалах çĕнĕ йăласем, çĕнĕ йĕркесем пуçласа ярасшăн-ха вĕсем. Ăнчах сыпса та, акса та мар, касса, çĕмĕрсе, юн юхтарса… »

«Вăрманта ĕнтĕ вĕсем, Хрулкки те, Анукĕ те — çĕнĕ тĕнче апостолĕпе çĕнĕ йĕрке чун-хавалĕ. Ма çавсене хирĕç усал кăмăл тапранмасть-ши пĕрех хут? Кунта килес вырăнне хулана вĕçтересчĕ, хулари офицерсемпе салтаксене çакăнта Назара çăлма ертсе килесчĕ… Эпĕ хамах ывăла сутрăм пулать: çăлма мар, хыпар пĕлме кăна килтĕм иккен. Вĕсем Назара вĕлернĕ пулсан, мĕн тăвас ва-ра? Тавăрас! Тăван ывăла вĕлернĕшĕн тавăрас. Çакăнта Хăналанса, хуçине кĕтсе ларас вырăнне влаçсене кайса пĕлтерес. Куçшăн — куç, шăлшăн — шăл, тенĕ вĕт турă кĕнекинче те… Анчах çавăнтах тата урăхла çырни те пур Вĕт-ха: «Пĕр питçăмартинчен çапсан, тепринчен те çапма пар». Эй, турри те ман пекех аташса пĕтнĕ. Ун ывăлне те усал çынсем пăталаса асаплантарса вĕлернĕ. Çавăн чух тарăхса каланă пуль турă малтанхи сăмахĕсене, Çавăнпа вăл этеме кураймасть, ăна пĕр инкек хыççăн теприне тупса парать… »

Пăртакран Мăрзабайăн хуйхи кăшт сĕвĕрĕлнĕ пек пулчĕ. Вăл утма чарăнчĕ. Тĕттĕмленсе те çитрĕ-çке, Хуçи вара çаилах Таврăнмарĕ-ха. Мĕн тумалла? Вăрмана кайса шыраймăн, кайсан та — тунаймăн. Алăка питĕрмесĕр кайнăскер, таврăнĕ-ха. Таврăнсан эп спре усал тумарăм, мана шанса, ывăла ман алла парăр тесе йăлăнса пăхмалла мар-ши унăн? Хрулкка ĕненĕ ăна…

Хăна пӳрте кĕчĕ, хăй çутрĕ. Çутăра пӳрт ăшчикки урăхла курăнса кайрĕ. Унти япаласем халь пурте пĕр çĕре кĕпĕрленнĕ пек. Пулĕмĕ хăтлă, тăпăл-тăпăл, кăмăллă. Шкап тулли кĕнеке; вĕсене паçăр асăрхаманччĕ. Ак ăçтан ăс илет иккен Мулла Хрулкка. Мăрзабай хăйĕн пĕр арча кĕнекипе мухтанатчĕ. Кунта вунă арча та пулĕ.

«Хрулкка манран, чăн та, вунă хут ăслăрах пуль. Тем те пĕлет вĕт, мур. Турăпа тавлашакан пулса кайнă… »

Хуçана кĕтнĕ май хăна пĕр-пĕр кĕнеке вуласа ларас терĕ. Ыйхи пурпĕрех килмест. Чи пысăк кĕнеки сĕтел çинчех выртать авă. Мăрзабай лампине çывăхарах куçарчĕ те кĕнеке ятне вуласа пăхрĕ. Чим-ха, библи вĕт! Турра ĕненмен Ятрус турă кĕнекине вуласа пурăнать-и? Вулатех пуль çав. Кĕнеке хушшине темиçе тĕлте хут хĕстерсе хунă. Хучĕ те таса хут татăкĕ мар, урлă-пирлĕ çырса пĕтернĕ. Кĕнеке вуланă чух Хрулкка хăйĕн шухăшĕсене çырнă пуль. Кĕнеке листисен хĕррине те паллăсем тукаланă.

Меллĕрех вырнаçса, кĕнекене хуçи паллă тунă тĕле уçнăччĕ хăна, юнашарах тем чăшăлтатни илтĕнчĕ. Мăрзабай, шикленнĕ пек пулса, каялла çаврăнса пăхрĕ. Пӳртре мар. Кунта кушак та çук. Хура чӳречерен кармашса пăхрĕ, ним те курăнмасть. Чӳрече хупписене хупас! Эй, ара, ку «пустынникăн» вĕсем те çук-çке. Ана Мăрзабай килнĕ чухнех асăрханăччĕ-ха. Шалтан карма та чаршав таврашĕ çук тата.

Мăрзабай урлă-пирлĕ пăхкаларĕ те кравать çинчен çăмăл çивиттине сĕвсе илчĕ, сĕтеле хирĕç чӳречене карчĕ.

Яхруш хальччен чӳречерен хăна мĕн хăтланнине сăнаса йăпанатчĕ. Халĕ акă чӳречи те хупланчĕ. Мĕн тăвăн? Ура шуса сасă кăларни хупларĕ мар-и? Халĕ акă ним курмасăрах хуралласа ларас пулать.

Кĕнеке вулама тытăнсан, Мăрзабай урамри сасăсем пирки те, хăй ăçта ларнине те манса кайрĕ. Хăшпĕр паллă тунă вырăнсене вăл темиçе хут та вуласа тухрĕ.

«Турă сăмахĕ мар ĕнтĕ ку, авалхи ăслă çынсен сăмахĕ, — йăшаланчĕ шухăш ун пуçĕнче. — . Туррине, чăнах та, шухăшласа кăна кăларнă пулсан, этемрен ăслăрах пулаймастех ĕнтĕ вăл. Ку библие вуласа тухсан, ĕненекен çын та турра ĕненми пулĕ… »

Ку тата мĕн? «Юрăсен юрри». Мăрзабай кăшт кăна вуласа пăхрĕ те шалтах тĕлĕнсе кайрĕ. Кам юрри пулчĕ вара ку? Турă юрри-и, этем юрри-и? Патша юрри иккен. Авалхи еврейсен патши Соломон çапла юрланă-мĕн. Ахальтен мар пĕркун тиечук, чиркӳ çынни, тĕн пирки «авалхи еврейсен юмах-халапĕ» тенĕччĕ. Юмахĕ те, юрри-сăвви те пур кунта.

Юратнă хĕрне мухтаса юрлать иккен патша. Анчах вăл унăн кăмăлне мар, ӳтне çеç мухтать. Хĕрĕн кăкăрĕ çветтуй çĕршыври сăрт пек, чĕччи иçĕм çырли пек туйăнать уншăн. Тутинчен пыл тумлать, чĕлхи айĕнчен сĕт юхать. Чăн та хитре юрă. Чим-ха, турă çак юрра кăмăлласа йышăнать пулсан, Адампа Евăна çăтмахран мĕншĕн хăваласа кăларнă-ха апла вăл? «Çенĕ завет» тени тата хĕрсене пурне те мăнастире хупса лартасшăн, «Христос сан каччу пултăр», тет. Христосĕ хĕрарăма ача тутарасшăн мар. Ун сăмахне итлес пулсан, этем йăхĕ те пĕтсе лармалла.

Турă кĕнекине вулани Мăрзабай пуçне тата хытăрах пăтрата пуçларĕ. Тăтăшах çылăха кĕртекен шухăшсем мăраланаççĕ. Лев Толстой та библи нумай вуласа турра ĕненми пулнă тесе калаçатчĕ Тимуш. Ахальтен мар ăна архиерейсем ылханнă, «анафема» тесе, чиркӳрен уйăрса янă. Çапах ăна халăх хисеплеме пăрахмасть авă.

Толстой хăй турă пирки менле каланăччĕ-ха?

«Çут тĕнчере пурнăçран урăх ним те çук. Пурнăç тени турă тенипе пĕрех. Тĕичере мĕн пурри тĕк тăмасть, юханшыв пек пăрмаях юхса тăрать. Тĕнче юхăмĕ, пурнăç юхăмĕ — турă пулать те ĕнтĕ. Пурнăçа юратни турра юратнине пĕлтерет», — тенĕччĕ. Çак сăмахсене ун чух Павăл ăнланса илеймерĕ, çапах Тимуш пĕрмай асăннипе вăл та астуса юлчĕ. Халь вĕсен пĕлтерĕшĕ Мăрзабайшăн тин уçăлнă пек туйăна пуçларĕ.

«Тĕлĕнмелле! — шухăшларĕ Мăрзабай. — Толстой сăмахĕсене ăнланма Соломонăн çылăхлă юрри пулăшрĕ вĕт. Çылăхлă тени те тĕрĕсех мар пуль. Арçын хĕрарăма, унăн чунне те, ӳтне те юратса мухтани çылăхлă ĕç мар вăл. Асма çеç кирле мар. Хура халăх асмасть. Еçсĕр иртĕхсе пурнакан харам пырсем çеç асса каяççĕ. Соломон патша пулнă, вăл асма та пултарнă. Çавах юрри унăн таса юрă, ирсĕр туйăм вăратмасть».

Чăвашсен йăли аса килчĕ тата Мăрзабая. Хитре йăла, таса йăла. Хĕрпе каччă улахра пĕр вырăн çине çывăрма выртаççĕ. Ирхи автан авăтсан, каччи хĕр çумĕнчен çылăха кĕмесĕр тăрса каять. Çав каччă юратмасть-и вара хăй çумĕнчи хăре? Соломон пекех юратать пуль, ун пекех юрату юрри юрлать пуль ăшĕнче, тульккĕш юрă сăмахĕсене хĕрне калама вăтанать вăл, ыталанă чух та унăн кăкăрне сĕртĕнме хăрать. Этем ăшĕнчи турра шыратчĕ Мăрзабай. Акă вăл. Этем кăмăлне, унăн йăлине пурнăç хăех йĕркелет…

Нумай вуларĕ, нумай шухăшларĕ кĕçĕр Мăрзабай. Юлашкинчен шухăшсем пăтрашса кайрĕç. Темшĕн тĕттĕмлене пуçланă пӳлĕмре Назар сасси илтĕнчĕ пек: «Эс, Павел Алексеевич, ман атте мар! Сутрăн эс тăван ывăлна. Хăвăн тивĕçне тумарăн, вăрмантисен ячĕсене çырса памарăн. Вĕлересшĕн вĕсем мана».

Сасă илтĕннĕ хыççăн алăк шăппăн уçăлчĕ те, пӳлĕме Назар хăй кĕрсе тăчĕ. Суранланнă мăйĕнчен хура юн юхăть. «Иуда Христоса сутнăшăн хăть укçа илнĕ, вăтăр кĕмĕл тенкĕ. Эсĕ пĕр ывăç хура хăмла çырлишĕн сутрăн мана, — терĕ Назар, куçне уçма тăрăшса. — Çавăнпа ман суранран хура юн тумлать… »

Çук, тĕлĕкре мар ку. Мăрзабай çывăрмасть. Хрулкка патĕнче сĕтел хушшинче ларать. Çӳле, турăш кĕтессине, Хрулкка хăй улăхса ларнă, турă пек пуласшăн. Акă вăл, мăшăлтата-мăшăлтата, унтан ана пуçларĕ, хăй аннăçемĕн пысăкланса пырать…

… Хуçа хăрăмланса сӳнсе ларнă лампăна краççын ярса хăй çутнă çĕре хăна библи кĕнеки çинче выртакан пуçне çĕклерĕ, Хрулккана курсан, куçне сăтăркаласа илчĕ.

«Те ку та тĕлĕкре кăна, те эп çывăрса кайсан таврăннă».

Çамрăк чух тĕлĕкрипе пурнăçрине нихçан та арпаштармастчĕ Мăрзабай. Халь тĕлĕкре пулни чăн пулнă пек, чăн пулни — тĕлĕкри пек. Хăй Весуккана мĕн çăмăлпа килнине аса илсен тин Мăрзабай ыйхи уçăла пуçларĕ. Вăл хуллен пукан çинчен çĕкленчĕ те тусне алă памасăр-саламламасăрах сăмах пуçларĕ:

— Ман умра тек пытарса ан тăр, Хрулкка. Эп сире йĕрлеме килмен. Назар шăпине пĕлме килтĕм. Кас ĕнтĕ пуçа, пĕр сăмах çеç кала. Вĕлертĕр-и?.. Ан хăра. Хĕрарăм пек çухăрса ямăп, арçын пек пулса, сана пыртан та ярса тытмăп.

Хрулкка тăруках чĕнмерĕ. Павăл умĕнче тунса тăраймăн. — «Эп ним те пĕлместĕп, курман-илтмен», — тесе калаймăн. Ассăн сывларĕ те тӳррĕнех калас терĕ:

— Турра ĕненетĕн пулсан, пуççап, кĕлту, Павăл! Назар хăй мĕн шыранине тупрĕ. Эс ăна пĕлтĕрех шухăшра пытарнăччĕ. Вăл, тата кăшт пурăнса, халăха нумай усал турĕ. Халь лăпланчĕ ĕнтĕ. Санăн та ывăлу яла карательсем ертсе пынăшăн шыва сикмелле пулмĕ…

— Мăрзабай пукан çине тĕренчĕ, çурăмпа сĕтел çумне сĕвенсе, аллине çĕре усса ларчĕ.

— Турă çук, Хрулкка! — тарăхнă сасăпа каларĕ Мăрзабай ларсан-ларсан. — Назаршăн пупсем кĕлтуччăр. Выртса çывăр, Хрулкка. Кайса сутмăп сана. Кайран, тен, сирĕншĕн хаяр тăшман пулăп. Халь тăшман та мар, тус та мар. Путсĕр мĕскĕн ывăлĕн хуйхăпа касăлнă ашшĕ çеç эпĕ халь.

— Манăн çывăрма вăхăт çитмен-ха, Павăл, — терĕ Хрулкка та, ывăннипе, Мăрзабай пекех, чĕлхине аран çавăркаласа. — Мана суранланнă çынсем, хамăр ял çыннисем кĕтеççĕ. Хăвах пĕлен, эпĕ тухтăр вĕт. Унтан, тусне халĕ çаксем кирлĕ маррине туйса, çапла ыйтрĕ:

— Эс Весуккана çуранах килнĕ-и? Лаша кирлĕ пулсан, тупса парăп. Хăвалать тесе ан шухăшла… Кан, вырăн çинех выртса çывăр.

— Ĕç пĕтрĕ ĕнтĕ. Сана кĕтсе, чей ĕçрĕм. Санăн хура хăмла çырлине тутантăм: хĕрлинчен те тутлăрах пек туйăнчĕ… — Мăрзабай сасартăк сиксе тăчĕ те сассине улăштарса кăшкăрса пăрахрĕ: — Турă мар эс, Хрулкка, шуйттан, сатанаил! Турăран ăслă пуласшăн. Çырлу тутлă пулин те — хура. Шуйттан çырли! Тутлă çини килĕшмест мана хальхи саманара, паян вара пушшех те. Йӳççине тупса пар эс мана, ху кăмăшка вĕретмесен те, кӳршĕрен тупса пар. Чĕре çунать, чун тарăхать, Хрулкка. Сан сăмахна итлесе, ĕçме пăрахнăччĕ, халь ак хăвах ĕçтер ĕнтĕ. Сирĕн сăмахăрсем тутлă, ĕçĕрсем усал. Мĕн тесен те, эсир те халăх юнне тăкатăр… Лаша пирки ан кансĕрлен. Кунтан Хурăнвара çуранах каятăп. Çакна та ан ман, Хрулкка: сана упраса, Мирски Тимука Весуккана кĕртмерĕм. Ырă кăмăллă çын мар вăл. Яла халлĕхе таврăнмастăп. Тен, таврăнмăп та, — юлашкинчен каллех йăваш сасăпа калаçа пуçларĕ Мăрзабай. — Тархасшăн, кăмăшка тупса пар, Хрулкка!

Хуçа, шкапне уçса, унта тем мĕшĕлтеткелерĕ те хăна умне пысăках мар кĕленче савăт пырса лартрĕ.

— Кăмăшка çук ман, Павăл. Ак, таса спирт пур. Эмел вырăнне усраттăм… Шывпа хутăштарса ĕç.

Хуçа хыççăн алăк хупăнсанах, хăна кĕленче савăта ярса тытрĕ, унти çăл шывĕнчен те тасарах шĕвеке стакан çине пăнкăлтаттарчĕ те шывпа хутăштармасăрах ĕçсе ячĕ. Çăвар ăшчиккипе пырĕ çуннипе сывлăшне аран-аран çавăрчĕ.

Мулла Хрулкка, пӳртрен тухсан, Яхруша хăнана сăнама хушрĕ.

— Асту, хăйне хăй тем туса ан хутăр тата, — терĕ вăл.

Халăх суранĕ

Хветюк хăй те тупăнчĕ, Тапăра ревком кĕтекен хула çыннине те ертсе килчĕ.

Хула çыннине Мишша-салтак тăруках паллаймарĕ те: Кăяш Тимккин яланах çунса, ялтăраса тăракан куçĕ халь сӳнсе ларнă тейĕн.

Хĕрлĕ уес пуçĕ хăй Тапăра килнĕшĕн Мишша-салтакăн савăнмалла кăна ĕнтĕ, анчах Авандеевăн çилленчĕккĕн курăнакан салхуллă сăнĕ ăна пăшăрхантарчĕ кăна.

«Мана шанманнипе килнĕ-ши е отрядшăн пысăк хăрушлăх сиксе тухнă-ши?» — шухăшларĕ вăл.

Хула çынни ревком членĕсене, командирсене тата ытти паллăрах юлташсене халех пĕр çĕре пухма хушрĕ.

Çĕрпӳртре халăх пухăнасса хăй çутипе кĕтсе ларнă вăхăтра Осокин, Авандеев хушасса кĕтмесĕрех, Тапăрти ĕçсем çинчен каласа пачĕ, заложниксем пирки хăй аптрани çинчен те асăнчĕ. Лешĕн сăнĕ вăл пĕлтерниие итлесе ларнă чух та уçăлмарĕ.

Халăх пухăна пуçларĕ.

— Кунта шăнăçаймастпăр, алăк уçмалла пулать-и е пурне те тăрук кĕртмелле мар-и? — иккĕленчĕ Осокин.

— Алăкне те уçăпăр, хамăр та кунтан тухăпăр, — терĕ Кăяш Тимкки. — Çынсене пурне те пухса митинг тумаллаччĕ — вăхăт çук. Çывăрччăр. Çутăличченех тапранатпăр.

Çĕрпӳрте Шатра Микка кĕрсе тăчĕ.

— Аван-и, Тимкка пичче! — савăнăçлă кĕрлесе кайрĕ ун уçă сасси. — Сана курманни çичĕ çул пулать! Пире манман иккен. Кăяш пултăн-тăк, хĕвел пек çутат апла пирĕн çула.

Шатра Микка — пĕчĕк те кĕрнексĕр чăваш. Сасси вара ун хулăн та хитре. Юмахçă сасси.

«Хĕвелĕн» салхуллă сăнĕ Шатра Микка килсен кăшт уçăлчĕ. Миккан паттăрлăхĕ пирки илтнĕ вăл, ăна ура çине тăрсах саламларĕ, хăйпе юнашар лартрĕ.

Мишша салтак сăнать. Авандеев темле хурлăхлă хыпар илсе килнине сисе пуçларе вăл; ревкомпа кăна мар, халăхпа калаçасшăн.

Килессе те ахальтен килмен ĕнтĕ хула çынни, чĕнтерессе те ахальтен мар çĕрле, килнĕ майăнах, чĕнтерчĕ çынсене. Мулла Хрулкка яла кайма хатĕрленнĕччĕ — Мăрзабай Весуккана килнине пĕлсен, комиссар ăна хăех кайса килме хушнăччĕ, — халь ăна та кунта чĕнтерчĕç.

Çынсем çĕрпӳрте шăнăçайми пулсан, пурте, Авандеев хыççăн тула тухса, ун тавра кĕпĕрленчĕç. Лăпкă, тӳлек каç. Çулçăсем сарăха пуçланă, çапах сивĕтсе пăрахман-ха. Çанталăк уяр. Тулли уйăх çӳлтен кăмăллăн пăхса ачашлать вăрманти канăçсăр çынсене.

Калаçма пуçласан, Авандеев хĕрлĕ партнзансене уес ревкомĕпе хулари рабочисен ячĕпе саламларĕ. Отряд йĕркелесе çитернĕшĕн, икĕ операци ăнăçлă туса ирттернĕшĕн, Малинин юлташа вилĕмрен çăлнăшăн тата ытти паттăрла ĕçсемшĕн те тав турĕ.

Малалла оратор хальхи лару-тăру çинчен каласа пачĕ. Хĕрлĕ Çар шуррисене хĕсмеллипех хĕсет иккен. Шуррисен çарĕ йăша пуçланă. Учредиловка çарне мобилизаци йĕркипе илнĕ хресченсем вăрмана тарса саланаççĕ, нумайăшĕ пирĕн енне куçаççĕ-мĕн. Хĕрлĕ Çар вара кунран-кун çирĕпленсе, вăй илсе пырать. Пĕтĕм фронт тăршшĕпе наступлени пуçланнă.

— Эрне каярах, — терĕ малалла Авандеев. — Хĕрлĕ Çар тăшмана Хусантан кăларса сирпĕтнĕ. Виçĕмкун Гай юлташ ертсе пыракан дивизи Чĕмпĕр хулине илнĕ. Тăшмана Самартан сирпĕтме вăхăт çитрĕ. Çав ĕçе кайса хутшăнмаллаччĕ пирĕн, анчах Дутов çарĕ, пире кăнтăр енчен çавăрса илсе, Атăл леш енне каçасшăн. Урал казакĕсене иртĕхме памăпăр. Чапаев ертсе пыракан полксем çĕнĕрен Дутова хирĕç Пăслăкпа Уральск еннелле тапăнчĕç ĕнтĕ. Чапаевпа пĕрлешме пирĕн халь хĕвеланăçнелле мар, кăнтăралла каяс пулать. Кĕçĕрех тапранатпăр. Ыран каçчен Тупшанккăна çнтмелле. Турĕ çулпа кайсан, вăл инçех мар, анчах пирĕн халлсхе тавра çулпа çӳреме тивет. Тупшанккăра пĕр-ик сехет канăпăр та çĕрле, вутлă унка татса, фронт чикки урлă каçма тăрăшăпăр. Хĕвеланăç енче те пирĕн сирĕн пекех паттăр партизансем пур. Çывăхраххисем Тупшанккăра сирĕн çума хутшăнĕç…

Авамдеев пăртак чарăнса тăчĕ, унтан кăшт улшăннă сасăпа малалла сăмахларĕ:

— Юлташсем! Фронт хыпарĕсем савăнтараççĕ. Анчах пĕр читĕ хурлăхлă хыпар пур («Акă вăл!» — хыпарне илтичченех çӳçенсе илчĕ Осокин)… Эпĕ хам çав аван мар хыпара паян ирхине тин пĕлтĕм. Мускавра революци тăшманĕсем Ленин юлташа вĕлерме тапăннă. Ылханлă эсерсем хушнипе, çав тăшмансенчен пĕри Ленин чĕрине, революци чĕрине, тĕллесе пенĕ. Икĕ суран тунă… Пĕтĕм ĕçхалăхĕн суранĕсем вĕсем… Пирĕн телее, тăшман пулисем çулпуç чĕрине лекмен. Пери сулахай аллине, хул тĕлнерех тивнĕ, тепри, мăйне шăтарса, янах айне кĕрсе ларнă. Хăрушă сурансем. Çапах ытлашши ан пăлханăр, тăвансем, халь лăплантаракан хыпарсем килчеç ĕнтĕ. Чи пысăк хăрушлăх иртсе кайнă, Ленин юлташ сывала пуçланă…

Йывăр хуйхăпа тăвăннă çынсем тинех сывлăш çавăрса ячĕç. Хăшĕ-пĕрисем ĕсĕклесе те илчĕç. Ку ĕнтĕ халĕ хурлăхлă куççуль мар, савăнăç куççулĕ пулчĕ.

«Вилмен, сывалать!»

Шатра Микка Ленин ятне кăçал пуçласа илтнĕччĕ. Сурхури каç Мишша-салтак ярса панă юмаха лайăх ăнланчĕ вăл: хура халăха ĕмĕрхи пусмăрлăхран хăтарма тăрăшакан парти пур иккен. Çав парти тахçантанпах халăх телейĕшĕн кĕрешет. Партие ертсе пыракан çын пур, ăна çулпуç теççĕ, Ленин. Пĕтĕм халăх ашшĕ. Елĕк пулсан, пуянсем çеç çын шутне кĕретчĕç. Халь этеме пуянлăхне кура мар, унăн чăн-чăн тивĕçне кура хаклаççĕ, хисеплеççĕ. Шатра Миккана та халăх, хисеп туса, Совета суйларĕ, çавăншăн вăл никамран хăрами пулчĕ, нухайккапа хĕненине те шăл çыртса тӳсрĕ. Кашни пуян — ĕççыннин тăшманĕ, мĕншĕн тесен вăл ун вăйне ĕмсе пурăнать. Буржуй, улпут, кулак теççĕ çав харам пырсене. Халь тата паразит, контра теççĕ. Ленина çав контрăсем вĕлерес тенĕ ĕнтĕ…

Çакăн пек шухăшсем çаврăнчĕç Шатра Микка пуçĕнче.

— Революци тăшманĕçен усал ĕçĕ пĕтĕм ĕçхалăхне пăлхатрĕ, — çаплах янăрать Кăяш Тимккин сасси, — революцин татăклă çĕнтерĕвĕшĕн тата вăйлăрах, çине тăрса кĕрешме, çапăçма çĕклерĕ. «Санăн пĕр суранушăн Чĕмпĕре илтĕмĕр, теприншĕн Самара илетпĕр», — тесе, Ленин патне телеграмма çаптарнă Гай юлташ. Чăн та çап-ла пулĕ. Капиталистсемпе улпутсен лакейĕсем — эсерсемпе меньшевиксем — халăх хушшинче пирĕн çинчен суя хыпар сарса, пирĕн ĕçе усал туса хума тăрăшатчĕç. Халь хăйсен усал ăшчнкĕ лайăх палăрчĕ ĕнтĕ. Большевиксем нихçан та тăшмана вăрттăн вĕлерсе ĕçлемен, террор тени пирĕн меслет мар вăл. Буржуйсенчен халăх пурлăхне туртса нлсе, хăйсене тĕкĕнменччĕ эпир. Эксплуататорсене, вĕлерме мар, кăлăхах тĕрмене лартманччĕ. Еçхалăхĕн тăшманĕсем хăйсем пуçласа террор çулĕ çине тăчĕç. Ытлашши çемçе кăмăллă пулса, хальччен эпир нумай йăнăш турăмăр. Çавна пула революци паттăрĕсем пиншерĕн пĕтрĕç. Çитет! Тăшмана шеллес кăмăла пусарас пулать. Этем эренкине çухатнă тăшмансемшĕн каçару ан пултăр текех! Шурă террора хирĕç хĕрлĕ террор пултăр!.. Сирĕн ревком лайăх ĕçлерĕ. Анчах вăл халь, похода тухас умĕн, тыткăна илнĕ усал карательсем пирки ним тума аптранă. Ман шутпа, вĕсене пурне те персе вĕлермелле.

— Тĕрĕс! — кăшкăрчĕ Шатра Микка.

Пĕччен кашкăрчĕ пек, илтĕнессе — çитмĕл çын кăшкăрнă пек илтĕнчĕ. Миккапа ыттисем те пĕрле кăшкăрнă иккен — малтан пухăннисем кăна мар, кайран чĕнмесĕрех пырса хутшăннисем те. Микка каялла çаврăнса пăхрĕ те кунта вунă-вуникĕ çын мар, çĕр çын тăнине курчĕ. Тата чупса килекенсем те пур. Хурлăхлă хыпар темле майпа çывăракан çынсен хăлхине те пырса кĕнĕ.

Пурне те пухас теменччĕ Авандеев, партизансем хăйсемех пухăнчĕç.

— Тĕрĕс! — кăшкăрчĕç çĕнĕрен.

— Тăшмансене перес!

— Çĕленсене — вилĕм!

— Совет правительствине, Леиин юлташа хĕрӳллĕ салам!

— Яланах сывă пултăр, вăрăм ĕмĕрлĕ пултăр Ленин юлташ!

Ревком кĕтмеи çĕртенех Тапăрта хурлăхлă та чаплă, çилĕллĕ те савăнăçлă митинг пулса иртрĕ. Заложниксен шăпи пирки Осокин халăхран ыйтасшăнччĕ, халь Кăяш Тимкки халăхран хăй килсе ыйтнă пек пулчĕ ĕнтĕ.

Ленин — Атăл çынни: Чĕмпĕрте çуралнă, Хусанта вĕреннĕ, Самарта-революци ĕçне пуçласа янă. Çакăнтан тӳпене вĕçсе хăпарнă Атăл ăмăрткайăкĕ… Ленин пĕтĕм тĕнчери ĕçченшĕн чи çывăх çын. Пирĕншĕн, Атăл çыннисемшĕн, вăл татах та çывăхрах пек туйăнать. Хисеплĕ вулаканăм! Эсĕ ватă çын пулсан, çав йывăр, хурлăхлă кунсене лайăх астăватăн. Эс çамрăк çын пулсан, ун пирки илтнĕ, вуланă. Нумай шухăшланă та пуль… .

Хыпарсăр пурăннă вăрманти çынсемшĕн юна пăлхантарса хуратакан пысăк хăрушлăх пĕр самант сывламасăр тăнă хушăра иртсе кайрĕ. Партишĕн, ĕç халăхĕшĕн вара вăл, çав икĕ эрнене тăсăлнă самант, тӳсме çук вăрăм пулчĕ. Халь, ун çинчен аса илсен те, чун çӳçенет. Асаплă тапхăр.

Ленина хăйне те вĕçĕмсĕр йывăр пулнă. — Чĕре ыратать… Питĕ чĕре ыратать, — тенĕ вăл тăна кĕнĕ хушăра.

— Ма асаплантараççĕ, ма тӳрех вĕлермеççĕ, иçмаçса? — тенĕ вăл, аран сасă кăларса.

Ленин чĕри ыратнă.

Парти чĕри ыратнă.

Халăх чĕри ыратнă.

Этемлĕх хăй телейĕшĕн, ирĕк пурнăçшăн нумай ĕмĕрсем хушши юн тăкса кĕрешнĕ. Халĕ татăклă çĕнтерӳ вăхăчĕ çитрĕ. Юрăра каланă пек, «юлашки татăклă çапăçура» ертсе пыракан çулпуç кирлĕ. Этемлĕхĕн ĕмĕрхи ĕмĕтне пуринчен лайăх ăнланса илме пултаракан, хăйĕн генилле ăстăнĕпе ăна çĕн пурнăç тума çул кăтартса паракан çын кирлĕ. Çавăн пек çын пур. Вăл — Ленин. Анчах вăл пирĕн умра вилĕмпе пурăнăç хушшинче асапланса выртать акă…

Ленинăн помощникĕ В. Бонч-Бруевич çапла асăнса çырнă кайран.

Ленинăн чăн çывăх юлташĕсен, вутра пиçнĕ революционерсен, кашнин пуçĕнче çакăн пек шухăшсем вĕренĕ. Хурçă чĕреллĕ çынсем те чăтма пултарайман: макăрнă, тарăхнă, пăшăрханнă… Вĕсемпе иĕрле пĕтĕм пролетариат, пĕтĕм ĕçхалăхĕ тарăхса пăшăрханнă.

Нумай асапланнă пĕтĕм тĕнчери ĕçхалăхĕн çулпуçĕ, çапах та, пирĕн телее, сывалнă вăл ун чух. Сывалса тата тăват-пилĕк çул халăх телейĕшĕн, пĕтĕм этемлĕх малашлă-хĕшĕн ырми-канми ĕçленĕ. Сывалнă ун чух Ленин. Анчах — кам пĕлет — тен, çав сурансем васкатрĕç пуль ун тăватă çултан палăрнă хăрушă чирне. Тен, Ленин ӳтне çав наркăмăшлă пульăсем кĕрсе ларман пулсан, тăван çĕршывăн, тăван халăхăн малашлăхĕ тата телейлĕрех пулнă пулĕччĕ,

Халĕ, çав 1918 çулхи август-сентябрь кунĕсене аса илсен, çакăн пек шухăшсем пуçра тапранаççĕ, вулаканăм.

Кăяш Тимкки Тапăрти халăха хурлăхлă хыпарпа пăлхатса пăрахнă хыççăн вăл ăна çавăнтах, Ленин сывалать тесе, лăплантарма тăрăшрĕ. Осокин сисрĕ ĕнтĕ: Авандеев хăй те шансах çитмест, сехĕрленет, пăшăрханать. Çапах партизансем пăлханса, хумханса, çĕнĕрен халланса ревком тавра пĕтĕçни Кăяш Тимккине хăйне те çĕнĕ вăй кĕртрĕ.

Çав каç вăрманти пилĕкçĕр çын чĕри пĕр суранпа сурса, пĕр шанчăкпа ĕмĕтленсе тапрĕ. Тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан халăх, пĕр чĕлхелле, пĕр туйăмлă пулса, парти тавра, Ленин тавра нихçанхинчен тачă чăмăртанса çирĕпленчĕ. Ревком вăратмасăрах вăраннă çынсем урăх çывăрма выртмарĕç. Авандеев вара иысăк отряда халех похода хатĕрленме приказ пачĕ. Пурне те шута илме хушрĕ.

Тапăр пĕтĕмпех тапранса тухмарĕ. Вăрманта суранланнă çынсем юлчĕç. Вĕсене пăхма, сиплеме Ятрус Хрулккипе Ольăна хăварчĕç, вĕсене сыхлама Рамаш отрячĕ юлчĕ. Командирне çеç улăштарчĕç: Кĕркури пысăк отрядран юлмарĕ. Походра ревком кирлĕ мар. Вăрманта вăл кирлех-ха. Виçĕ çынран çĕнĕ ревком туса хăварчĕ Кăяш Тимкки. Ревкома Çимун, Малинин тата Шатра Микка кĕчĕç: вĕсеи тавралăх шуррисенчен мĕн тасаличченех вăрманта пытанса ĕçлемелле пулать.

Оля, отрядпа пĕрле кайса, Рамаша тĕл пулма ĕмĕтленнĕччĕ. Халлĕхе ĕмĕт татăлчĕ. «Аçтан пĕлен, тен, кунта юлса каччуна маларах курăн», — терĕ ăна Кăяш Тимкки. Çимун та Нюрăпа пĕрле пулма ĕмĕтленнĕччĕ. Пулмарĕ. Революцишĕн вăл кунта, Нюра — лере кирлĕ иккен.

Мулла Анукĕ таçта та кирлĕ. Ăна Мишша-салтак вăрмантах хăварасшăнччĕ. Анчах кунта халĕ унран та пысăкрах комиссар пур… Чее хĕрарăм чи пысăк комиссара пырса йăлăнчĕ, лешĕ вара пĕрре Мншша çине, тепре Анук çине пăхса илчĕ те: «Юрĕ, чăваш хĕрарăмĕсенчен пĕрремĕш хĕрле армеец пулăн, теприсене çул кăтартса парăн», — терĕ.

Рамаш заложнике илнĕ Якаль кулакĕсене, ревком хушнипе, Самлей вăрманĕнченех ирĕке кăларса ячĕç. Вĕсен шăпине картнă чух вĕсем хăйсем Совет влаçне хирĕç нимех те туманнине шута илчĕç. Хĕрлĕ террор тивмерĕ вĕсен пуçне — айăпсăр пуçа революци хĕçĕ касмасть.

Шатра Микка юмах ярать…

Чапаев патне çул тытнă отрядри чăвашсем чаплă командир ятнĕ тĕрĕс çавăрса калаймарĕç: «Чапай патне каятпăр», — теççĕ; отрядри вырăссем те, чăвашсене кура, юратнă ята кĕскетсе каларĕç… Тен, Чапаева халăх хушшинче «Чапай» тесе чĕнни çавăн чух пуçланса кайман-ши? Кам пĕлет. Мĕнле пулсан та, Чулçырма чăвашĕсем никамран илтиччеиех, хăйсемех, чаплă командира çапла чĕне пуçларĕç.

Отрядшăн Чапай çулĕ çывăх пулмарĕ — тавра çулсемпе çӳренипе те, вутлă чăрмавсене пула та… Тапăрта юлнисем тӳп-тӳрĕ çулпа Чапай патне хăвăртрах çитрĕç. Шатра Микка юмах çулĕпе ертсе кайрĕ вĕсене.

Тĕрĕссипе каласан, «Чапай» сăмах походра мар, партизансем пурте Тапăрта чухнех çуралчĕ. Чулçырма юмахçи Шатра Микка пуринчен малтан асăнакан пулчĕ сан ята.

Весукка Тапăрĕ пухăннă çĕре Чапаев ячĕ ялсем тăрăх таçта çитиех сарăлнăччĕ. Юмахçă, нĕрре илтсех, çав ята юмах хутаççине чикрĕ. Микка, тен, тахçанах хăй нихçан курман паттăрăн мухтавлă ĕçĕсем иирки юмахлама тытăннă пулĕччĕ… Анчах пĕлтĕрхи сурхури иртнĕредпе пирĕн юмахçă юмах яма именекен пулчĕ. Мишша-салтак хăйĕн юмахĕпе тĕлĕнтерсе пăрахрĕ ăна. Çавăн пек, пурнăçра чăн пулнă ĕçсем çинчен юмахлама вĕренесчĕ! Чапай-паттăрăн чаплă ĕçĕсем çинчен чăн сăмах илтесчĕ. Юмахри Ырăпа Усал пирки мар, пурнăçри Ырăпа Усал пирки, хура халăхăн вăй-халĕпе кĕрнеклĕхĕ пирки юмах-сăмах сарма вĕренесчĕ! Хăй, Чулçырмаран тухса тĕнче курса çӳременскер, Микка çавăнпа та Мишша-салтака, Çимуна, Леонид Петровича калаçтарма тăрăшатчĕ. Халĕ Кăяш Тимккине те калаçтарчĕ вăл, Чапаев пирки ыйтса тĕпчерĕ. Самлей чăвашĕ Чулçырма юмахçин хитре кăмăлне час туйса илчĕ, унпа калаçма вăхăт тупрĕ.

Юмах хутаççине чăн хыпарсемпе тултаркаланă хыççăн Шатра Микка Тапăрта юлнă халăха Чапай-паттăр çинчен юмах ярса пачĕ. Çав юмахăн пуçламăшĕ те, вĕçĕ те çук-ха. Ун пирки Микка иккĕленсе-турткаланса тăмарĕ. «Пуçламăшне кайран тупăпăр, вĕçне пурăна киле куçпа курăпăр», — терĕ те хăйĕн чăн сăмах-юмахне тӳрех çапла пуçларĕ:

«… Хасарсен çĕршывĕнче çамрăк чухнех пулса курнă Чапай. Хура халăх ачи, хура ĕç ăсти тарпа ĕçленĕ, ĕçлесе тарланă, ĕçре аталаннă, канмалла юрланă та ташланă. Çамрăк чух хут вĕренеймен Чапай — шкулта пулман, кĕнеке вуламан. Çапах пысăк ăстăнлă пулнипе вăл çут тĕнчен майне-шывне, хура халăх пурнăçне çивĕч куçпа сăнаса тĕпченĕ, арăш-пирĕш ĕçсене пуçра йĕркеленĕ.

Хасарсен çĕршывĕнчи ям çулĕсемпе мăн çулсене, çырмасемпе мăн шывсене — веçех астуса юлнă Чапай, хăш çулпа ăçта каймаллине, хăш юханшыва енле каçмаллине пĕлсе çитнĕ. Çавăн чух ясаул-утамансемпе паллашнă. Чапай вĕсен хаярлăхĕпе чеелĕхне курнă, чăн хаяррисене асра паллă тунă.

— Кайран Чапай салтакра пулнă, пĕчĕк кĕнеке вуламалăх, пĕчĕк çыру çырмалăх хут вĕреннĕ, хăйĕн паттăрлăхне тата çирĕп ăс-хакăлне кура, патша çарĕнче те чапа тухнă, киле унтер-ахвицер пулса таврăннă.

— Ерман вăрçи пуçлансан, Чапай вăрçăра пулнă, тăватă хĕрес те виçĕ суран туяннă. Хура халăх пăлханса çĕкленсе юнлă Микулай патшана сирпĕтнĕ вăхăтра Чапай Сарă Ту хулинче хоспитăльре выртнă. Ирĕклĕх хыпарĕ ун хăлхине те пырса кĕнĕ, Чапая тăван çĕршыв Атăл леш енне чĕннĕ. Сурансем синленсе çитессе кĕтмесĕрех, килйышсем пурăнакан Пăлакав хулине кĕмесĕрех, тӳрех хăйĕн уес хулине Николаевска вĕçтернĕ. Унта вăл малтан большевиксен штабне пырса кĕнĕ те:

— Айван салтаксем пек киле каймарăм, ревюлюци ĕçĕнчен пăрăнмарăм, — тенĕ. — Халăх телейĕшĕн çапăçма вăхăт çитрĕ, йышăнăр мана та хăвăр партийĕре, шанăр мана, чăн йывăр ĕç парăр мана. Эп патша çарĕнче нумай юн юхтартăм, юлашки юнăм хура халăхшăн юхтăр.

Шаннă Чапая большевиксем, салтаксем хушшинче ĕçлеме, Хĕрлĕ гварди пухма, вăйлă отряд тума, отрядра командир пулма, Совет влаçĕшĕн çапăçма хушнă ăна. Хресчен ачисене, чухăнсемпе батраксене, пин салтак, хăй тав-ра пухса вăйлă отряд тунă Чапай. Николаевск хулинче те Совет влаçĕ çĕнтерсен, большевиксем Чапая уесри çар комиссарĕ туса хунă, революцие сыхлама хушнă.

Хĕлĕпе уес тăрăх отрядпа кустарса, кулак пăлхавĕсене пусарса çӳренĕ Чапай, тĕрлĕ контрăсене пĕгернĕ, нумай вĕреннĕ ахвицерсене çĕнтернĕ.

Çăва тухнă çĕре тепĕр усал тăшман хĕвелтухăçĕнче çĕкленет, Совет влаçне Атăл хĕррине çити пĕтерсе лартма пикенет. Шурă хасарсем Чапай уесне çитсе кĕреççĕ…

— Паçăрах ыйтасшăнччĕ, камсем терĕн-ха? Ун пек тăшман ятне хальччен илтсе курманччĕ, — пӳлчĕ Пали юмахçа.

— Илтменнине илтĕпĕр, курманнине курăпăр. Урал казакĕсене Чапай çыннисем, мăшкăлласа «казарсем» тесе чĕнеççĕ, тет. Чăвашла хасар пулать ĕнтĕ вăл — Совет влаçне хăмсаракансем, — çапла ăнлантарса пачĕ те юмахçă, юмах-сăмахне малалла хавхаланса юхтарчĕ.

— Кӳршĕри хасарсене Чапай çамрăк чухнех пĕлсе çитнĕ. Вăл пысăк отряд йыхăрса пухать те шурă хасарсен пысăк çарне хирĕç тухать. Ясаул-утамансене, ахвицер-енералсене парăнмасть. Чапай-паттăр тăшмана Урал шывĕн леш енне çити хăваласа ярать. Çавăн хыççăн Чапай-паттарăн чапĕ ялсем-хирсем тăрăх таçта çити кĕрлет, вармансем урлă пирĕн хăлхана та çитсе кĕрет. Анчах та шурă хасарсем, ясаул-утамансем лăпланмаççĕ, чехсем капланса килсен, вĕсем те тепĕр хут хускалаççĕ. Пирĕн Чапай-паттăр та, çăвар карса, пилĕкне йӳле ярса лармасть. Уесри мĕнпур партизансене пĕр çĕре пухать, хĕрӳ сăмах калать.

— Хальччен партизан пулса, отрядпа çӳресе çапăçрăмăр эпир, — тет Чапай-паттăр. — Халь тата çирĕпрех пĕтĕçер, Хĕрлĕ Çар пулар, полксем йĕркелер, Хĕрлĕ Çар ячĕпе вăй пухар…

Çавăн чух хĕрлĕ паттăрсем темиçе полк туса хураççĕ, çав полксен командирĕ пулма Чапай-паттăра урра! кăшкăрса суйлаççĕ.

Шурă хасарсен шутсăр вăйне-çарне хирĕç Совет влаçĕ те пысăк çар, хăйĕн тăваттăмĕш армине, тăратать, Чапай-паттăра çав тăваттăмĕш армипе пĕрле çапăçма армин пуç командирне пăхăнма хушать.

Хĕрлĕ Çар штабĕнче ĕнтĕ ĕлĕк ахвицер-енерал пулнă çынсем те пур. Хăшĕ чăнахах пирĕн майлă тăнă вĕсем. Ула-чăла кăмăллисем те пулнах ĕнтĕ вĕсем хушшинче. Тăваттăмĕш армин пуç командирĕ те ĕлĕк енерал пулнă çын. Тумтирĕпе хĕрлĕ курăннă, кăмăлĕпе шурă пулнă. Çав ула-чăла енерала Чапай-паттăр пĕртте кăмăлламан, анчах унпа хирĕçлеме те юратмасть: Совет влаçĕ шанса пуç командир тунă ăна.

Вара пирĕн Чапай-паттăр енерала куллен-кун курса кăмăл хуçас мар тенĕ, хăйĕн бригадине мала ертсе кайнă, хасарсене хĕсе-хĕсе пырса, таçта çити хăваласа янă, тăшмана сывлăш çавăрма памасăр лăсканă…

Усал ула-чăла енералĕ те Чапай-паттăра юратман. «Кайтăр мала мужиксен енералĕ, пĕттĕр çавăнта, эп ăна çăлассăм çук», — тенĕ вăл. Хăй шăл ыратать тесе, чире персе, еçрен пăрăннă. Унăн штабĕ те, ним тума пĕлмесĕр, пĕр çĕрте тапăртатнă. Çавна пула Чапай бригади кăна мар, пĕтĕм тăваттăмĕш арми, хасарсемпе чехсем хушшинче пулса, вутлă унка лекнĕ. Енералĕ Чапая çăлма мар, хăйне те çăлайман. Чапай-паттăр вара енерал-командира пăхăнма пăрахать те хăй, тăваттăмĕш армин пуç командирĕ вырăнне пулса, пĕтĕм армине вилĕмрен çăлать, Хĕрлĕ Çар полкĕсене вутлă ункăран кăларать.

Хайхи ула-чăла енералĕ кайраН Чапая айăплама пăхнă, анчах пĕтĕм çар, Чапай майлă пулса, юратнă командира элек хурри пулма паман. Çавăнтанпа Чапай-паттăр шурă çартисене кăна мар, Хĕрлĕ Çар штабĕсенче ĕçлекен ахвицер-енералсене те тата хытăрах курайми пулнă. Вĕсем хăйсем те, Чапай ятне илтсенех, чыхăнакан пулаççĕ… »

Паян Шатра Миккан юмахĕ юмах пекех пулаймарĕ, юмахăн ячĕ кăна тупăнчĕ-ха: «Чапай-паттăр». Çав Чапай-паттăрăн чаплă ĕçĕсем пирки Микка паян пĕли-пĕлмирех юмахларĕ, юлашкинчен юмах йĕрĕнчен те тухса ӳкрĕ, Кăяш Тимккин сăмахĕсене пĕр улăштармасăрах каласа пачĕ. Халăх паттăрĕн ячĕ юмах хутаççинче тата кăшт выртсан, унăн сăнарĕ юмахçă кăмăлне тата хытăрах хумхатсан юмахĕ те ăнса çитĕ-ха. Çапах паян та Микка сăмахне вăрманти халăх юратса тăнларĕ.

Шатра Миккан пурнăçран илнĕ юмах геройĕ Василий Иванович Чапаев çав вăхăтра, Урал казакĕсене хирĕç виççĕмĕш похода тухса, «хасарсене» сехĕрлентерме пуçланă. Тепĕр чух вăл хăй те хăрушлăха лексе аптрать, çавах хăйĕнчен вунă хут вăйлă тăшмана парăнмасть. Ана чарса тăнипе çырлахмасть вăл, хĕсет, лăскать, хăвалать те… Унтан каллех хăй хăрушлăх умне пырса тухать. Халĕ вăл — дивизи командирĕ, начдив. Пысăк ĕç, йывăр ĕç, питĕ ответлă ĕç хушнă ăна революци…

Фронтри ĕçсем пур çĕрте те лайăхланса пыраççĕ ĕнтĕ. Атăл тăрăхĕ шуррисенчен кĕçех тасалса пĕтет. Вĕсем Ставропольпе Сызрань хушшинче — Самар кукринче çеç юлнă. Кунтан тăшмана кăларма тата хĕнтерех пулса тăчĕ-ха. Дутов çарĕсемпе Урал казакĕсем, хĕвелтухăç енчен тапăнса, Хĕрлĕ Çарăн Тăваттăмĕш армине малалла кайма чарса тăраççĕ. Вĕсене тĕнчери пуян хуçасем хавхалантараççĕ, тӳррĕн те хĕтĕртеççĕ.

«Чехсене питĕ хăвăрт пулăшмалла. Пулăшни кăна мар, вĕсемпе халех, васкаса, çурçĕр енче пĕрлешмелле. Çав вăхăтра Самар таврашĕнчи фланга, Дутовпа Алексеева, ĕçе кĕртмелле. Çапла туса, Бакуран килекен акăлчансемпе пĕрлешме çул тасатса хатĕрлемелле», — тесе çырнă Америка посолĕ хăйĕн правительствине янă вăрттăн депешăра.

Анчах Хĕрлĕ Çар тăшмана Хусанпа Чĕмпĕртен хĕссе кăларни интервентсен планĕсене пачах пăсса хучĕ.

Хĕрлĕ Çар командованийĕ Тăваттăмĕш армие Самар хулине илме приказ пачĕ. Çав вăхăтрах Пĕрремĕш арми Атăлăн сылтăм енĕпе Сызрань хулине тапăнмалла. Сызрань плацдармне çĕмĕрсе Атăл урлă каçсан, Хĕрлĕ Çарăн Хĕвелтухăç фронтĕнчи армийĕсем пурте пĕрлешме пултараççĕ.

Çак пысăк та ответлă операцие Тăваттăмĕш армин авангарчĕ — Чапаев бригади пуçларĕ. Вăл чи малтанах тăшмана Николаевск хулинчен кăларса сирпĕтрĕ. Унтан Чапаев, вăхăтлăха Пĕрремĕш дивизин командирĕ пулнăскер, Самар енчен Балаково хулине тапăннă тăшмана аркатса тăкрĕ. Çакăн хыççăн Тăваттăмĕш арми, Самарпа Сызрань хушшинчи фронта татса, чугун çул çине тухса, Самара кăнтăр енчен те, хĕвеланăç енчен те хупăрлама пикенчĕ. Анчах çак вăхăтрах Урал фронтне те манма юрамасть, çакă та Тăваттăмĕш армин ĕçĕ шутланать.

Урал казакĕсене хиреç çĕне дивизи — Николаевск дивизине тăратас терĕç. Вăл чăн та çĕнĕ дивизи, ăна халь кăна пухса çитернĕ-ха. Кĕрешӳре пĕрре те пулса курман вăл. Питĕ чее те опытлă, йышлă тăшмана чарайĕ-ши пĕр дивизи? Командовани ун вăйне халлĕхе шансах каймасть, Çавăнпа Чапаева çĕнĕ дивизи командирĕ туса хучĕç. Чапаев вара ирĕксĕрех, хăйĕн паттăр полкăсене хăварса, вутра пулман çĕнĕ дивизи йышăнчĕ, ăна чее те вăйлă тăшмана хирĕç ертсе кайрĕ.

Çавăнтанпа пĕр канмасăр кунĕн-çĕрĕн çапăçать Чапаевăн унччен ĕçре пиçмен дивизийĕ. Епле йывăр килсен те, темиçе хут тăшман ункине лексе, çав ункăран нумай юн тăкса, аран хăтăлсан та — каялла чакма юрамасть. Вăхăтлăха çапăçуран тухса, дивизие. кантарма та май çук.

Паян тинех пĕр пысăк ялта кăшт. канса сывлăш çавăрма май килчĕ пек. Çĕрле Чапаев, шуррисен ункине татса, пысăк хăрушлăхран тухрĕ, тăшманăн тĕп вăйĕсенчен татăлчĕ. Анчах тăшмансем пĕр-пĕрне куçран çухатмаççĕ. Шуррисем юнашарах. Чилижнăй хуторта. Перкелешет тăшман, чапаевецсене кантарасшăн мар, хăй тӳррĕнех атакăлама хăрать. Чапаевăн та тăшмана хăваласа яма вăй çитмест.

Чапаев хăй пĕр-ик сехет штабра тĕлĕрсе илчĕ. Тул çутăлнă çĕре вăранчĕ, юнашар пӳлĕме тухса кĕчĕ. Юлташсем çывăраççĕ. Штаб начальникĕ çеç çук, патрульсене тĕрĕслеме кайнă пулмалла. Таçта сасăсем илтĕнеççĕ пек. Начдив кăшт тăнласа ларчĕ. Хăрамалли çук пулас, кая юлнисем çитрĕç-тĕр. Штаб начальникне кĕтсе, шухăша кайрĕ Чапай:

«… Ялсем, станицăсем, юханшывсем — вĕçĕмсĕр. Нумай вĕсем, астуса çитереймĕн. Çапах пурте асра юлаççĕ. Ялне çавăрса илетĕн, тăшмана унтан çапса кăларатăн, юханшыв урлă е кĕперпе, е тӳрех ишсе каçатăн, тăшмана хăвалатăн. Хăшпĕр ялта темиçе хут та пулатăн, юханшывсем урлă темиçе хут та каллĕ-маллĕ каçатăн, тытăçусен вĕçĕ-хĕрри вара çаплах курăнмасть. Кунта тăшман час-часах пиртен вăйлăрах пулса тăрать. Пирĕн пек походра мар вăл, килте çапăçать, çапăçăва çĕнĕрен çĕнĕ чаçсем кĕртет. Маневр тума вăй ытларах ун. Самар таврашĕнчен пулăшу кĕтсе илеймĕн çав. Чи шанчăклă полксене, Урал таврашĕнче пĕрре мар вутра пулнă командирсене, çавăнта хăвармалла пулчĕ. Хама çĕнĕ дивизи пачĕç. Пĕр дивизи — арми мар çав. Çак пĕчĕк вăйпах Урал фронтне тытса тăрас пулать. Каялла чакма юрамасть. Чаксан, пĕтĕм Хĕвелтухăç фрончĕ пăсăлма пултарать. Ленин шанать пире. Çук! Чапаев каялла чакмасть!

Эх, паттăр командирсем сахалтарах. Çапаçура та ытларах пĕтеççĕ çав паттăрсем, тепĕр çĕрте те кирлĕ пулаççĕ вĕсем. Çулталăка яхăн юнашар çапăçнă юлташсем, маттур та сатур командирсем, хăшĕ вăрçăра пĕтрĕç, хăшĕ халĕ Самар таврашĕнче çапăçаççĕ… Юрĕ. Çĕнĕ батальонсем, полксем пулччăр, командирсем тупăнĕç. Эп хам полксем ертсе çӳреме вĕреннĕ-и? Вĕренмен. Кутяков вĕренме мар, унччен вăрçăра та путлĕ пулса курманччĕ. Батрак шкулĕнче вĕреннĕ вăл. Пурнăç вĕрентрĕ пире. Тупăнĕç командирсем, Чапаев çапăçма вĕрентнĕ вĕсене… »

Начдив шухăшне сасартăк татса, пӳлĕме штаб начальникĕ килсе кĕчĕ:

— Василий Иванович, лайăх хыпар! Çĕнĕ пополнени килсе çитрĕ. Партизан отрячĕ. Пин çынна яхăн. Пурте хĕçпăшаллă. Вăйлă отряд. Командирĕ те, комиссарĕ те пур.

— Камсем, ăçтан килнĕ, — хавассăн сиксе тăчĕ Чапаев.

— Мĕнле калас? Хресчен ывăлĕсем. Хăйсенĕ партизан теççĕ. Вырăс, чăваш, мăкшă, тутар. Пăслăк уесĕнчен тухса, сана шыраса килнĕ. Пăслăк ревкомĕ Куйбышев юлташ хушнипе ăсатнă вĕсене кунта. Малтанах отрядра пĕр пилĕкçĕр çын пулнă, ыттисем çул çинче хутшăннă. Утлисем темиçе çĕр те пулĕ.

— Çĕнĕ батальонпа çĕнĕ эскадрон тăвас. Каярах уйрăм полк тăвăпăр. Командирĕ пур тетĕн-и? Офицер мар-и? — ыйтрĕ Чапаев, кăшт пăшăрханса.

— Прапорщик. Дутова аркатакан Павлов мичманпа пĕрле вĕреннĕскер.

Прапорщик тенине илтсен, Чапаев лăпланчĕ. Прапорщиксене шанать вăл, офицерсене, поручикрен пуçласа, шанмасть вара, юратмасть.

— Командирпа, хĕçпăшалпа килнĕ пулсан, мана стройпа кĕтсе илччĕр. Вĕсемпе хам калаçăп, — терĕ Чапаев. Хăй, штаб начальникĕ тухса кайсан, хĕçне майлаштарчĕ, унтан хура çăмламас буркине хул çине уртрĕ те чӳречерен пырса пăхрĕ. Вара хĕрлĕ тăрăллă çĕлĕкне тăхăнчĕ, уссине пĕтĕркелесе илчĕ…

Штаб начальникĕ командир йăлине пĕлет. Чиркӳ çывахĕнче строй тăратма хушрĕ вăл отряд командирне. «Утлисем — юланутпа, çураннисем çуран тăччăр», — терĕ. Хăйĕн помощникне строй умне пушă пулемет тачанки пырса лартма хушрĕ.

Осокин стройрах тăрать ĕнтĕ. Вăл Федотова мала пĕчченех тухма хушрĕ. «Чапая куратпăр! Чапай килет!» — шавлакалаççĕ чăвашсем. Унтан шăпланчĕç, пурте штаб пӳрчĕ еннелле пăхма пуçларĕç. Акă крыльца çине виç-тăватă çын килсе тухрĕ, строй еннелле çул тытрĕ. Хăшĕ Чапай-ши тесе шутламалла пулмарĕ: малти, çунатлă кайăк пек вĕçсе çывхараканни, паллах, Чапай ĕнтĕ!

Кĕмĕл хĕçĕ çинче ирхи хĕвел шевли вылять, çĕлĕк тăрри вут пек хĕрелсе ялкăшать.

Федотов савăнăçлă уçă сасăпа:

— Смирно-о! Равнение на середину! — тесе кăшкăрса ячĕ.

Чапаев çав вăхăтра, ярăнса утса килнĕ май, пĕр чарăнса тăмасăрах, тачанка çине сиксе хăпарчĕ.

Çĕнĕ пополнени стройпа питĕ хитре тăнине курсан, Чапаев та савăнса кайрĕ пулас. Федотов пекех хастарлăн:

— Здорово, молодцы! — тесе кăшкăрчĕ.

Партизансем кирлĕ пек харăс хуравлаймарĕç. Анчах Осокин отряда намăсран хăтарма пĕлчĕ-пĕлчех. Вăл строй умне тухрĕ те сасартăк хыттăн:

— Славному героическому начдиву Чапаеву — урра! — тесе кăшкăрса ячĕ.

Вăрçа хатĕрленнĕ çынсем «урра» кăшкăрма яланах хатĕр иккен. Вĕсен хăватлă сасси таврана хумлăн-хумлăн янраса саланчĕ.

— Çитĕ, çитĕ. Капла хытă кăшкăрса, тăшмана хăратса пăрахăр. Тавтапуç, хаклă юлташсем! — терĕ Чапаев, сасартăк кăмăллăн йăл кулса. Унтан вăл строй çине тинкерсе пăхса илчĕ те сăмах пуçларĕ.

Малтан вăл йывăр çапăçусем çинчен асăнчĕ. Пысăк йывăрлăхсем тӳсме лекет кунта, çавăнпа хăравçăсем, çăмăлттайсем кирлĕ мар. пире, терĕ.

— Аçта эсир халĕ, пĕлетĕр вĕт? Паттăрла çапăçакан Николаевск дивизийĕнче. Пирĕн кунта пурте геройсем. Хăравçăсемпе сутăнчăксем çук кунта. Пулас та çук!.. Тăшмана хăвăртрах çапса салататпăр та киле таврăнатпăр, вара тивĕçлĕ канма пултаратпăр. Пурте!.. Мĕнле, хăрамастпăр-и? Юрĕ. Хам тĕрĕслĕп сире. Халех пирвайхи урок туса ирттерĕпĕр. Кунтан инçех те мар, Чилижнăй хуторта тăшман пире вăрçтарса перкелешет. Çавна хутортан çапса кăларăр! Сире атакăна хам ертсе кайăп…

Юлашкинчен Чапаев урăххи çине куçрĕ.

— Сирĕн хушăра тĕрлĕ халăх çыннисем пур терĕç мана: вырăс, чăваш, мордва, тутар. Пирĕн дивизире чăваш çукрахчĕ-ха, ытти халăх пурте пур. Интернационал! Эпир кунта Совет влаçĕшен кăна мар, пĕтĕм тĕнчери революцишĕн çапăçатпăр…

Тепĕр икĕ сехетрен çĕнĕ батальонна эскадрона Чапаев, чăнах та, хăй ертсе кайрĕ. Хуторăн ячĕ мыскараллă пек туйăнчĕ чăвашсемшĕн. «Челник касма каятпăр», — терĕç вĕсем, шӳтлесе.

Малтанхи урок çĕнĕ чапаевецсемшĕн ăнăçлă иртрĕ. Паттăрлăх енчен кусем «кивĕ» чапаевецсенчен кая юлмарĕç, тăшмана хутортан час çапса кăларчĕç. Виçĕ Якур пеккисем хĕрӳлĕх енчен уйрăмах килĕшрĕç хĕрӳ начдива.

Ĕç хăвăрт пулса иртрĕ пулин те, вăрçă вăрçах пулчĕ ĕнтĕ. Батальон йышĕ кăшт чакрĕ: вилнисем те, суранланнисем те пулчĕç. Филькăпа Спирка та пулнăччĕ çак çапăçура. Анчах ăраскалĕсем вĕсен пĕр пек пулмарĕç. Тăшман пули Филькăн тусне шыраса туннă. Суранланнă çынсем хушшинче курах кайрĕ ăна Филька. Спирка тăнне çухатманччĕ, Филькăна курсан, тутине кулнă чухнехи пек тытма тăрăшрĕ.

— Вот… Чапая та куртăмăр ĕнтĕ. Пĕрле çапăçрăмăр. Эх, Илюшăпа Рамаш çук. Рамаша питĕ курас килет…

Урăх сăмах калаймарĕ çамрăк йĕкĕт, ĕмĕрлĕхе шăпланчĕ. Филька ун çумне кукленсе ларчĕ те пĕчĕк ача пек макăрса ячĕ.

Юпасăр кĕпер

Мĕскĕн Спирка юлашки сывлăшĕ тухнă чух та Рамаша асăнчĕ. Лешĕ халь инçетре çав — Кутяков патĕнче. Кунта вăл ĕçпе килчĕ те, ăна тепĕр ĕçпе ниçта та ăсатмарĕç. Вара Рамаш винтовка тупрĕ те, пĕр рота çумне хутшăнса, рядовой боец пулса тăчĕ.

Халиччен Рамаш урхамахпа та чупса курнă, пăшал та пенĕ, хĕç айĕнче те пулса курнă, пăтăрмаха та лекнĕ. Çавах хальччен кун пек çапăçура пулманччĕ-ха вăл. Куллен çапăçу, кунĕн-çĕрĕн тытăçу пырать. Хĕрлисем тăшмана Самар хулинчен хĕссе кăларасшăн, шуррисем тухасшăн мар. Учредиловка йăви аркансан, учредиловки хăй те, унăн çарĕ те пĕтессе, унтан чехсен çарĕ те шĕвелсе юласса сисеççĕ çав вĕсем! Çавăнпа Самар таврашĕнче çапăçусем нихçанхинчен те хаяр.

Чехсем хĕрлисене Атăл кĕперĕ патне яхăна та ямаççĕ. Тăватă уйăх каярах çак кĕпере шуррисенчен сыхлама вăрçă ĕçне пĕлсех кайман ревком çĕр çын кăна уйăрнăччĕ. Шуррисем вара унта халĕ пин çын тăратнă, орудисем, пулеметсем вырнаçтарнă, бронепоезд çӳретеççĕ. Кĕпер тавра юн шыв пек юхать. Атăл шывне хĕретет…

Сызрань хулине шуррисем никама парăнми крепость туса хунă, хулине кăна мар — таврари ялсене те йĕплĕ пралукпа карталанă. Кун пек укăлчана ял çыннисем хальччен курманччĕ. Сызрань халь — чехсемпе Самар комучĕн юлашки шанчăкĕ. Çав крепость хĕрлисене тытса чараймасан, Самар хапхи ярах уçăлать.

Пĕрремĕш арми командующийĕ Тухачевский юлташ çавна лайăх пĕлет. Вăл Сызрань крепоçне илме тĕплĕн хатĕрленет, кашни вак-тĕвеке хăй тĕрĕслет, пĕрмай хирте, палаткăрах, пурăнать. Вăй çитересси — хĕрлисемшĕн тĕп тивĕç. Ăрми командующийĕ вĕçĕмсĕр юнлă çапăçура пулнă Гай дивизине Чĕмпĕр хулине илнĕ хыççăн та канма памарĕ, Сызрань енне васкаса куçма хушрĕ. Кунта та ĕлкĕрчĕ Чĕмпĕр дивизийĕ, Сызрань таврашĕнче ыттисем пекех паттăр çапăçрĕ. Никамран кая юлмарĕ тесен, тен, тĕрĕсех те пулмĕ. Дивизи командирĕ Гай юлташ Сызрань хулине пуринчен малтан пырса кĕчĕ. Паллах, пырса кĕриччен малтан чакмаçул çуккине пула вилес пек хаяр çапăçакан тăшмана çĕмĕрмелле пулчĕ.

Ахальтен мар Чĕмпĕр дивизине тата «тимĕр дивизи» тесе ят панă. Хĕрлĕ Çарăи ирĕксĕрех тимĕр пек çирĕп пулмалла пулчĕ. Тăшман йышпа та, хĕçпăшалпа та, вăрçă ĕçне лайăх вĕреннĕ командирсен шучĕпе те Сызрань таврашĕнче хĕрлисенчен вăйлăрахчĕ. Ытти çĕрте те çапларахчĕ вунсаккăрмĕш çулта. Çав вăйлăрах тăшмана çĕнтерес пулать… Çавăнпа Чапаев Самар таврашĕнче паттăр çапăçма та, Уральск таврашĕнче Дутов çарĕсене чарма та ĕлкĕрчĕ. Гай Чĕмпере илме те, Самаршăн çапăçма та вăй çитерчĕ. Пур енчен те вăйлăрах тăшмана çапах та Хĕрлĕ Çар çĕмĕрчĕ, аркатрĕ, çĕнтерчĕ. Мĕнле вара? Çĕнтерчĕ пулсан, хăй тăшманран вăйларах пулнă мар-и? Тĕрĕс. Анчах йышпа та мар, хĕçпăшалпа та мар, революцилле хастарлăхпа, хавхалануна вăйлăрах пулнă тӳрĕ ĕçшĕн çапăçакан Хĕрлĕ Çар, рабочисемпе чухăн хресченсен çарĕ.

Пĕрремĕш арми Сызрань крепоçне çĕмĕрсе парăнтарнă вăхăтра Тăваттăмĕш армин полкĕсем Самар таврашĕнче тăшмана арката пуçларĕç.

Кутяков — Чапаевăн чи çывăх помощникĕ — халь Степан Разин ячĕпе хисепленекен полк командирĕ. Кĕçех вăл бригада командирĕ пулать. Хăй çавна шухăшламасть-ха, сисмест те-ха…

Рамаш питĕ юратса пăрахрĕ полк командирне. Çап-çамрăк хăй, Рамашран кăшт çеç аслăрах, кăшт çеç çӳллĕрех. Çил пек хăвăрт, арăслан пек хăюллă, Чапаев пек паттăр та талантлă командир.

Пĕррехинче, нумай вăхăт шуррисемпе перкелешнĕ хыççăн, вăл сасартăк фронт умне килсе тухрĕ те:

— В штыки! Ура! — тесе кăшкăрса, окопсем тăрăх кустарчĕ.

Командир çапла хĕрсе чĕннĕ вăхăтра епле пуçна чиксе таçталла персе выртăн? Рамаш сиксе тăчĕ, штыкне малалла кăнтса, урра! кăшкăрса, малалла чупрĕ. Çук, пĕччен мар иккен вăл, ун хыççăн пĕтĕм полк çĕкленнĕ-мĕн: урра! таçта çитиех янăраса кайрĕ. Чапаевăн пирвайхи паттăр юлташĕсем акă ăçта вĕсем. Ку полкра — Чапаевпа пĕлтĕртенпех нĕрле çапăçнă çынсем. Вĕсем, пĕр çĕк-ленсе малалла чупсан, чарăнмаççĕ вара.

Тăшман тӳсеймерĕ, штыкпа çапăçасшăн пулмарĕ, каялла сирпĕнчĕ. Вара çапăçăва хĕрлисен эскадронĕсем хутшăнчĕç. Вăрçă хирне тăшман сакăрçĕр çын тăкса хăварчĕ. Хĕрлисен аллине нумай винтовка, пулемет тата пĕр тупă лекрĕ.

Кутяков кашни çамрăк хĕрлĕ армеецшăнах — тĕслĕх. «Эх, Кутяков пек пуласчĕ!» — тет Рамаш та.

Анчах хаяр çапăçусенче хĕрлисен шучĕ те чаксах пырать-çке. Юлашки çапăçу хыççăн полк командирĕ çакăн пирки питĕ хытă кулянса ӳкнĕччĕ. Çак вăхăтра Рамаш çывăхри пĕр ятлă виçĕ ялтан полка виççĕр çын ертсе килчĕ.

Ĕçĕ çапла пулса иртрĕ. Самар çывăхĕнчи пĕр ятлă виçĕ ял тĕлĕнтерчĕç Рамаша: пĕри Вырăс Липяги ятлă, тепри — Чăваш Липяги, виççĕмĕшĕ — Мордва Липяги. Рамаш çуран утса-чупса çапăçма хăнăхман. Хăйне валли лаша тупса каллех кавалерист пулас килет унăн. Çав шутпа, пĕррехинче разведкăна кайсан, Чăваш Липяги ялне кĕрсе тухас терĕ вăл. Ял çывăхĕнче Рамаш икĕ чăваш ачине тĕл пулчĕ. Шăтăк-путăк вырăнсенче патрон гильзисем пухса çӳреççĕ. Шкул ачисем пулас: пĕрне-пĕри ятпа мар, хушаматпа чĕнеççĕ. Пĕри Савдеров хушаматла иккен. «Якальсем пирĕн енне çакăнтан куçса пынă пуль, — шухăшларĕ Рамаш, — Шурă Пракань хушамачĕ те çапла вĕт». Ачисем «вырăс иртен-çӳренрен» асăрханмасăр хăйсем хушшинче чăвашла çаптараççĕ. Рамаш кăшт тăнласа тăчĕ: пиччĕшĕсем пирки калаçаççĕ…

Хăюллă йĕкĕ-т пуçĕнче çĕнĕ шухăш çиçрĕ. Вара ачасене тĕлĕнтерсе: «Эпĕ те Савдеров, эпир хурăнташ мар-и?» — терĕ вăл чăвашла. Паллашрĕç, калаçрĕç. Тепĕр пилĕк минутран Рамаш ачасене таçталла чуптарчĕ, хăй снаряд чавса тунă шăтăка кĕрсе выртрĕ.

Тĕттĕм пулса çитнĕ çĕре Рамаша икĕ çамрăк чăваш шыраса тупрĕç. Пĕр Савдеров хушаматлă ачан пиччĕшĕ Алюш ятлă. Таçта-таçта Якаль ятлă ял пурри çинчен илтмен вăл, çавăнпа хурăнташлăх пирки те чухлаймасть. Анчах Рамашпа Алюшăи хурăнташлăхĕ тепĕр енчен тупăнчĕ. Икĕ салтак пĕр «çитĕнмен каччăран» шикленме-рĕç, шуррисене вăрçса, хĕрлисене мухтаса калаçрĕç. Рамашăн теветкеллĕхĕ хăйĕнпе пĕрле çуралнă. Вăл хăй ăçтан, мĕн çăмăлпа килнине тӳррĕнех каласа пăчĕ. Учредиловка çарĕнчен тарса, хĕрлисем енне куçма шухăш тытнă салтаксемпе çапла паллашрĕ вăл. Таврари виçĕ пĕр ятлă ялтан мобилизаципе шурă çара лекнĕ хресчен ачисем, фронт тăван ялсем патне çывхарсан, тарса пытанса пĕтне. Сахаллăп мар вĕсем кунта, виççĕр çынпа яхăн. Хĕрлп-сем çумне хутшăнма ырă самант çеç кĕтсе тăраççĕ.

Рамаш лаша туянас пирки те манса кайрĕ, яла та кĕрсе кураймарĕ. Хĕрлисем ăçта тăнине вăл хăй лайăх пĕлет, шуррисен дислокацине «дезертирсем» каласа пачĕç. Чуллă Шарлака, Кутяков патне, тăшмана систермесĕр çитме пулать иккен. Çывăхра пытаннисем Рамашпа пĕрле кайрĕç вара, ыттисене Савдеров каярах ертсе пычĕ.

Кутякова виççĕр доброволец килсе хутшăнни мар, вĕсене ертсе килнĕ пĕчĕк салтак тĕлснтерчĕ. Рамаша вăл унчченех асăрханăччĕ: чапаевец пулма тивĕçлĕ йĕкĕт. Халĕ вăл ăна командир тума шутласа хучĕ.

Рамаш лаша пирки вĕтеленнине пĕлсен, Кутяков ăна хăйĕн пичеври лашине парнелерĕ.

— Ытла пĕчĕк тесе ан кулян: пĕр сехетре çирĕм пилĕк çухрăм вĕçтерет, — мухтарĕ командир лашине.

Тепĕр кунне ирхине Кутяков полкĕ пĕтĕм бригадăпа пĕрле Липяги станцине тапăнчĕ. Виçĕ Липягирен тухнă çĕнĕ хĕрлĕ армеецсем хăйсен тăвап ялĕсене тăшманран тасатасшăн арăслансем пек çапăçрĕç. Тем те курнă полк командирĕ вĕсене мухтамасăр тӳсеймерĕ.

Липяги станци çывăхĕнчи çапăçу Самар таврашĕнчи юлашки çапăçу пулчĕ. Шуррисем — Сызрань таврашĕнчен тарнисем те, кунта арканнисем те — Самар шывĕн сулахай енче чарăнса тăраймарĕç, тимĕр кĕперпе те, понтонлă кĕперпе те шыв урлă каçса хăтăлма васкарĕç. Анчах юханшыв та, хула çурчĕсем те хӳтĕлеймерĕç вĕсене — тăшман çав кунах хуларан та тухса тарчĕ. Тарас умĕн вăл Атăл кĕперне çĕмĕрнĕ пекех Самар кĕперне те çĕмĕрсе, ишсе хăварнă.

Полк тимĕр кĕпертен анаталла иăрăнсан, унта Рамаш килсе тухрĕ. Иăтăнса аннă карлăксене курсан, унăн макăрас килсе кайрĕ, куçĕсем шывланчĕç. Ун ашшĕ шăпах çак кĕпере сыхланă ĕнтĕ… Çакăнта пуçне хуна-ши, е, чĕрĕ юлса, хуларан тухса хăтăлнă-ши? Кам пĕлет. Часрах шыв урлă каçасчĕ. Тен, пĕлекенсем пур пуль унта. Чим-ха, полк ăçта тата?! Вăл тахçанах шултра йывăçсем хыçне пулса куçран çухалнă-мĕн. Командир, понтон кĕперĕ пур тесе, сулахаялла çул тытнă пулмалла. Рамаш та çĕмрĕк кĕпер умĕнче кăшт шухăша кайса тăнă хыççăн çавăнталла васкарĕ.

Самар шывĕн сылтăм хĕррипе çуран çынсем килсе тухрĕç, ушкăнăн-ушкăнăн пухăнса тăчĕç. Алă сулаççĕ, тем кăшкăраççĕ. Уççăнах урра! кăшкăрни илтĕнет.

«Рабочисем саламлаççĕ», — шухăшларĕ Рамаш.

Çапла шухăшларĕ те тӳсеймерĕ — пĕчĕк кăвак лашине тӳрех шывалла пăрчĕ. Лешĕ, шăши пек йăрăскер, шывра лăпкă кăна ише пуçларĕ. Рамаш хыççăн шыва тата пĕр вунпилĕк юланут шампăртатса кĕрсе кайрĕç. Ыттисене командир чарчĕ.

Шыв хĕрринчи çынсем пирвайхи юланута урра! кăшкăрса кĕтсе илчĕç. Вĕсем Рамаша лаша çинчен туртса антарчĕç те сиктерме тытăнчĕç. Сиктерме вара ăна ним те мар: хăй çăмăл, кăмăлĕ çунатлă, сиктермесĕрех çӳлелле вĕçмелле.

Халăх пĕр çынна юратса лăсканине кăна çырлахмарĕ, ыттисене те сиктерчĕ. Халлĕхе шыв урлă каçакан ытла та сахал-çке. Хĕрлĕ Çар юханшывăн леш енче вĕçĕмсĕр кĕпĕрленнĕ. Часрах пурне те каçарасчĕ. Тарăхса, тунсăхласа çитнĕ халăх ку енче тек сăнаса тăмарĕ. Кĕçех пур енчен те кимĕсем килсе тухрĕç: пиллĕк, вуннă… çĕр кимĕ. Атăл енчен пысăк мар та, шухă катер çухăрса килчĕ. Кимĕсемпе пĕрле çав катер Хĕрлĕ Çара шыв урлă тиентерсе каçарма тытăнчĕ. Рабочисем çĕнĕрен понтон кĕперĕ майлаштарма пикенчĕç: ку артиллерипе кавалери валли кирлĕ.

Тарнă чух тимĕр кĕпере мĕн шухăшпа çĕмĕрнĕччĕ-ши усал тăшман? Хĕрлĕ Çар Самар шывĕ урлă каçаймĕ е каçсан та, таракансене хăваласа çитеймĕ тенĕ пуль çав. Каçĕ те, хăваласа та çитĕ, пĕтĕм усал ĕçшĕн ответ тыттарĕ. Хĕрлĕ Çар паттăрĕсем юханшывсене кĕперсĕрех пĕрре мар каçнă. Темле хăрушă юхăм урлă каçма та яла-нах шанчăклă кĕпер пур вĕсен, юпасăр кĕпер. Çав юпасăр кĕпере нимле вай та çĕмĕреймĕ. Рабочисемпе хресчен хушшинче, çарпа халăх хушшинче тата тĕрлĕ халăхсем хушшинче аслă Октябрь юпасăр кĕпер хывнă. Çав кĕперпе каçса кĕчĕ паян Самара Хĕрлĕ Çар.

Кĕçех хулана Тăваттăмĕш армин Реввоенсовечĕ те килсе çитрĕ. Лаптак уçă çамкаллă, хура кăтра çӳçлĕ Валериан Куйбышева рабочисем кăмăллăн урра! кăшкăрса кĕтсе илчĕç. Ана та Рамаша сиктернĕ пек сиктерĕччĕç вĕсем, анчах Реввоенсоветпа ревкомăн чăрманса тăма вăхăт çук. Çĕнтерĕве çирĕплетсе, тăшмана хăваламалла, хăвăртрах хулара та, кĕпĕрнере те Совет влаçне çĕнĕрен чĕртсе ямалла…

Рамаш хĕрлĕ ялавсемпе чечекленнĕ хула тăрăх ик-виçĕ кун хушши ашшĕ йĕрне шыраса çӳрерĕ. Пĕлекен çын тупăнмарĕ. Июнĕн саккăрмĕшĕнче пĕтнĕ пуль е, вилĕмрен хăтăлнă пулсан, тĕрмене лекнĕ пуль, теççĕ. Тĕрмене лекнисене те чехсем нумайăшне сутсăр-мĕнсĕрех персе вĕлернĕ. Çаплах тата учредиловка тĕрмисем те пĕрмаях лăк-тулли пулнă. Хăйсем тарас умĕн шуррисем тĕрмери çынсене темиçе пуйăспа Çĕпĕре ăсатнă…

Хыпарсем хурлăхлă. Коммунистсен клубĕнче те Тайман, Сахарĕн шăпине пĕлекен çук. Рамаш кашни çынна тĕпчет. Пĕр çӳллĕ, яштака, хитре вырăс йĕкĕчĕ питĕ тĕлĕнтерчĕ: хурлăхлă хыпарсем каланă чух та ахăрса кулать, сăмах пуçличченех кулать…

— Ха-ха-ха… Эпĕ те пиччене шыратăп. Никам пĕлекен çук. Те персе вĕлернĕ, те «вилĕм пуйăсĕпе» Çĕпĕре ăсатнă.

Çапла макăрас чух кулнă пек ахăрса калаçакан вырăсăн хушамачĕ Самарин пулса кайрĕ. Вăл çамрăк йĕкĕт тата тепĕр япалапа тĕлĕнтерчĕ: Рамаш Тайман Сахарĕн ывăлĕ пулнине пĕлсен, сасартăк чăвашла калаçа пуçларĕ. Çитменнине, пĕр такăнмасăр, питĕ таса калаçрĕ тата.

Иккĕн пĕрлешсе те шыраса пăхрĕç вĕсем. Анчах Тайман Сахарĕн йĕрне те, Алексей Самарин йĕрне те тупаймарĕç. Кĕçĕн Самаринĕ Воробьев пирки те пĕлме тăрăшрĕ.

— Вăл хулара юлса вăрттăн ĕçлерĕ. Пĕр уйăхран ăна та тĕрмене хупрĕç. Те персе вĕлернĕ, те «вйлĕм пуйăсĕпе» ăсатнă, — терĕ пĕр рабочи.

Андрей Самаринпа Роман Тайманов, Самара тĕрлĕ çулпа килнĕскерсем, хуларан пĕр çулпа тухса кайрĕç. Халĕ акă вĕсем Иван Кутяков патĕнче пĕр бригадăра. Рамашран кăшт аслăрах, Самаринран кăшт кĕçĕнрех хресчен ачи, батрак, хĕрлĕ генерал, вĕсене татах паттăрсен çулĕпе малалла ертсе кайрĕ.

Тăшман кунта та кĕпер çĕмĕрнĕччĕ

Каменка ялĕ мĕн кĕркуннечченех карательсем килесрен сехĕрленсе пурăнчĕ. Анчах Мăкшăелĕнче аманнă тăшман хăйĕн çĕлен пуçне питех çĕклеймерĕ. Вăрманта пĕчĕк отрядпа юлнă пĕчĕк ревком, шуррисем умĕнче айăпа кĕнĕ ялсене хӳтĕлеме хатĕр пулса, вĕсен пурнăçне сăнасах тăчĕ. Назарăн шалчи тулнăранпа хулара Каменкăри çуллахи ĕçсем пирки уйрăмах астăвакансем юлман курăнать. Уесри комуч влаçĕ ытларах кăнтăрпа анăçри пăлхавçă ялсене тĕлленĕ. Çавсене йăвашлатма та вăй çитереймен. Авандеев хыр вăрманĕнче чăмăртаннă отряда кăнтăралла ăсатман, шуррисене шалтан лăскама вăхăт çитсен, Самар таврашĕнче фронта пулăшма хăварнă. Çапла чулçырмасем те кĕрхи кунсене чиперех кĕтсе илчĕç.

Ку енче кĕркуннехи «ват ăшши» те, пукрав ăшши те пулмарĕ кăçал. Кĕрхи йĕпе-сапа. ир пуçланчĕ те вăраха кайрĕ. Хĕл пукравчченех пуçне кăтартнăччĕ çав. Пукравччен юр çусан, хĕл нас лармасть, теççĕ ваттисем. Вĕсен сăмахĕ кăçал та тĕрĕсе килчĕ: уйăх ытла юрпа çумăр ылмашса çурĕç. Çĕр исленсе кайрĕ. Пылчăк чĕркуççи таран. Çул пăсăлчĕ. Çынсем питĕ кирлĕ çĕре те лаша кӳлсе çӳреми пулчĕç.

Касанки тĕлне чехсен вĕçĕмсĕр обозĕсем, Тук кĕперĕ урлă каçса, ял хĕррипе Таллă еннелле ирте пуçларĕç.

Ача-пăчана чĕркуççи таран пылчăк та чараймарĕ, вăл ял вĕçне тухса кĕпĕрленчĕ. Ара, мĕнле тӳссе ларăн килте: чăн-чăн чехсем вĕт, чăн-чăн пулеметсем, чăн-чăн тупăсем…

Мĕскĕн лашисем, пылчăк ашса, аран туртаççĕ, ураписем аран кусаççĕ. Çулĕ — тăвалла. Чехсем хăшĕ урапа çинче вилнĕ пек тăсăлса выртнă, хăшĕ ура хуçса е хутланса ларнă. Хăйсем шăнса ĕнтĕркенĕ, çапах урапа çинчен анса утакан-чупакан çук. Те вараланасран асăрханаççĕ, те пĕр йышăннă вырăна çухатасран хăраççĕ…

Тепĕр кунне те таракан тăшман обозĕ çулпа çаплах, аманнă çĕлен пек, аран йăшаланса шурĕ. Халь ĕнтĕ ял вĕçĕнчи çул юппине ача-пăча кăна мар, çитĕннисем те тухса тăчĕç. Виççĕмĕш кунне ял вĕçне никамăн та тухмалла пулмарĕ, хайхи, обоз, çул юппипе пăрăнмасăр, тӳрех яла пырса кĕчĕ. Малти лав çине чехсен аслă офицерĕ ял старостине лартса килнĕ.

Фальшин чăвашсене йăваш калаçнипе тĕлĕнтерчĕ, старостăна вара чăвашсем пĕртте турткаланса тăманни тĕлĕнтерчĕ. Лешĕ чехсем кайнăшăн хурланса йăвашланнă; кусем çавăншăнах савăнса, ăшра: «Кайччăрах, таçта çити леçсе хăварăпăр, каялла çеç ан таврăнччăр», — тенĕ.

Селĕп Кириле хăй вырăнне лава Тараса ăсатрĕ. Юриех вырăсла пĕлмĕш пулма шухăшланăччĕ Тарас, вырăсла таса калаçниие мухтанма та хатĕрччĕ вăл, анчах тепĕр чух мухтанма та кирлĕ мар иккен.

Тарас лавĕ çине икĕ салтак ларчĕ. Салтакĕсем чехсем мар, вырăссемех. Ялтан тухсанах, хăйсем хушшинче калаçа пуçларĕç.

— Ĕç ăнчĕ-ха паян, пĕр лав çинче иккĕнех ларса пымалла пулчĕ. Питĕ лайăх. Тахçанах санпа чуна уçса калаçасшăнччĕ эп, — терĕ пĕри.

Тепри юлташне тĕксе илчĕ.

— Минуточку. Даже такой третий может оказаться лишним, — терĕ те пĕчĕк лавçа тĕрĕслеме пикенчĕ.

Тарас çавăнтах тавçăрса илчĕ: салтак мĕн каланине ăнланмăш пулса, чăвашла пакăлтатрĕ. Салтак лăпланчĕ:

— Пирĕн телее, ку чăваш ачи вырăсла пачах пĕлмест. Калаçар эппин.

Çул тăршшĕпех калаçрĕç салтаксем. Пĕри — малтан сăмах пуçлани — салтак та мар, офицер иккен. Анчах хăй патша çарĕнче офицер пулнине темшĕн палăртман. Офицер сăмахĕсене Тарас лайăх ăнланчĕ, тем тĕрлĕ хыпар та пĕлчĕ. Чехсен пăкки шаннă! Хĕрлĕ Çар кĕçех кунта килсе çитмелле. Комуч çарĕ саланса пĕте пуçланă. Офицерĕ хăй те тарĕччĕ те — хĕрлисенчен шикленет. Шурă çара хăй ирĕкĕпе кайнăшăн ӳкĕнет вăл. «Малтанах хĕрлисен енне куçмаллаччĕ, — тет. — Ун чух вĕсем йăвашчĕ, офицерсене хапăлласа йышăнатчĕç. Халь, пирĕннисем Ленина вĕлерме тăнă хыççăн, вĕсем те хаярланса çитрĕç, хĕрлĕ террор пуçласа ячĕç. Заложниксене сутсăрах пере-пере вĕлернĕ… »

Çакна илтсен, салтак кулса ячĕ, юлташне тăрăхларах çапла каларĕ.

— Ах, çăткăн усалсем! Пире, Христос пек йăваш çынсене, пеме хăяççĕ… Пĕр Самар хулинче кăна коммунистсемпе рабочисене сутсăрах пинĕ-пинĕпе иетĕмĕр, «вилĕм пуйăсĕпе» темиçе пин çын Çĕпĕре ăсатрăмăр. Çитменнине, вĕсен пуçлăхне персе вĕлерме хăтлантăмăр. Куншăн пире тав тумаллаччĕ. Вĕсем пур — хĕрлĕ террор пуçланă…

«Хĕрлĕ террор» тенине çеç ăнланаймарĕ Тарас, ыттине пĕтĕмпех ăнланчĕ. Салтакĕ Таллăри пуян ывăлĕ иккен. Вăл та хĕрлисене хирĕç çапăçма хăй ирĕкĕпе кайнă. Халĕ унăн та çапăçас килми пулнă. «Шуррисем патĕнчен тарма мар, аттене те хамăрпа пĕрле илсе каймалла пулать, — терĕ вăл. — Шăпамăр çавнашкал ĕнтĕ. Киввине шанмастпăр, çĕннинчен хăратпăр. Вăхăтсăр, айăпсăр, тулăксăр вилме пӳрнĕ пире. Е паянах вил, е каярах — леш «вилĕм пуйăсĕнчи» пек, нумай асап курса».

— Сана хистеместĕп, — хуравларĕ офицерĕ. — Хам пурпĕрех таратăп. Эп сан пек купца ывăлĕ мар, аптекарь ачи. Персен — печчĕр. Кунта юлсан та, кăмăл туртман ĕçшĕнех вилес пулать. Шанчăксăр, ĕненмесĕр çапăçакан çар нихçан та çĕнтереес çук…

Таллăран каялла таврăннă чух, кӳршĕ яла çите пуçласан, Тарас лашине чара-чара, ыттисенчен каярах юлчĕ. Кӳршĕ ял вĕçĕнче, лаша шăварса, ăна апат парса айкашрĕ вăл. Хăй, такам килессе кĕтнĕ пек, урам тăрăх ял тепĕр вĕçнелле пăшăрханса пăхкаларĕ.

Лерелле кайнă чух çак тĕлте, халăх хушшинче, пĕр сарлăка та сарă сухаллă çынна асăрханăччĕ Тарас. Те ытла тунсăхланипе, çав çын ашшĕ сăнлă курăннăччĕ ăна. Вăрçа кайиччен унăн ашшĕн те сухалĕ çавăнни пекчĕ. Тарас ун чух кăшт кăна: «Атте!» — тесе кăшкăрса ямарĕ. Анчах ашшĕ большевик пулнине вăхăтра аса илчĕ те лăштах пулчĕ. Ашшĕ сăнлă çын вара сасартăк вырăнтан хускалчĕ те урампа аяккалла утрĕ.

«Çук, йăнăшрăм. Кӳршĕ ялта мĕн туса пурăнтăр вăл?..»

Чулçырмана çитсе кĕрсен, кая юлнă лавçа Самана Тимĕркки тĕл пулчĕ. Темшĕн хĕпĕртерĕ, Тараса пырса çулăхрĕ:

— Замана! — кăшкăрчĕ вăл шăл йĕрсе. — Ерой! Кама куртăн кӳршĕ ялта? Ахтем Макарĕ Çветтуй Сахара куртăм тет. Чехсем аçуна палласан, тинех асап курса çветтуятухать вара вăл. Турă çырлах!

Тимĕркке аллисем нихçан та тĕк тăмаççĕ, пӳрнисем яланах мĕн те пулин хыпашлаççĕ. Вăл халĕ те урапа çинчи шăналăка турткаларĕ. Шăналăк айĕнче, утă ăшĕнче, хут чăштăртатрĕ: Тарас унта шуррисем манса хăварнă хаçата пытарнăччĕ. Тимĕркке ăна йăпăртах туртса кăларчĕ.

— Сана хаçат кирлĕ мар. Пар мана! Эп малтан тишкĕрсе кăшкăрса вулап, унтан хаçатне çурса, чикарккă чĕркесе, савăнса, ӳсĕрсе, тапак туртап, — çатăлтатрĕ аптраман Тимĕркке.

Самана мучин малтанхи сăмахĕсем Тараса хытă пăшăрхантарчĕç.

— Атте сăнлă çынна эпĕ те куртăм. Атте мар вăл — хаххул. Вăл хаххулла калаçнине, тупата туршăн, хам илтрĕм, — васкаса суйрĕ Тарас.

Тимĕркке ача сăмахĕсене хăлхана чикмерĕ, хăйĕннех çаптарчĕ:

— Эп сана хаçатшăн икĕ керенккă парăп. Керенский хăй тарнă, укçи юлнă. Мене кирлĕ мана унăн тăваткал хут татăкĕсем! Хĕрĕх тенкĕшĕн сана чăлах вырăс пĕр канфит парĕ.

Тимĕркке кĕсйинчен, чăнах та, икĕ çирĕм тенкĕлĕх керенккă кăларчĕ, Тараса тыттарчĕ. Хăй çавăнтах хаçатне кăшкăрса вулама тытăнчĕ:

— «В борьбе обретешь ты право свое!» Замана! Обретешь сирĕнпе, кĕтсех тăр! — Вуланинчен ытла хăй кăшкăрса митинглани пулчĕ. — Эсерсен юлашки хаçачĕ! Чехсем-мехсем, эсерсем-камвучсем пĕтрĕç ĕнтĕ. Хупланчĕç. Юрлас килет, ташлас килет… Пролетари всех стран, соединяйтесь!

Тимĕркке тавра çын пухăна пуçларĕ. Тарас, хуйха кайса, лашине тапратрĕ.

Чулçырмасем ăсатнă обоз юлашки пулчĕ. Юлашки обозри чехсем Тук кĕперне те çĕмĕрсе хăварчĕç. Хаçат вулакан Тимĕркке кăна мар, ыттисем те лайăх курчĕç вара: чехсем каялла таврăнма шухăшламаççĕ. Кĕпер çĕмĕрсе Хĕрлĕ Çара шыв урлă каçма кăшт та пулин чăрмантарасшăн ĕнтĕ вĕсем.

Кĕркунне кĕпер юсаса курманччĕ чулçырмасем… Ма юсас? Кĕçех çанталăк юпасăр кĕпер хывать. Çук, Хĕрлĕ Çара куç пек кĕтекен çынсем халь апла шухăшламарĕç. Никам хушмасăрах кĕпер юсама тытăнчĕç…

Хĕрлĕ Çар çав кĕперпе каçмарĕ. Вăл шуррисене урăх çулсемпе хăваласа кайнă-мĕн.

Чехсем иртсе пĕтнĕ хыççăн ик-виçĕ эрнерен ялта çĕнĕрен Совет суйларĕç. Суйлав пухăвĕ каллех Лешеккинче пулса иртрĕ. Анчах халь ялта «улаха» çӳрекен фронтовиксем çук ĕнтĕ. Вĕсем вăрмантан пĕри те таврăнмарĕç. Суйлав ирттерме Куçминкка ревкомĕнчен Хайкин хушаматлă юлташ кнлнĕ. Никам палламанскер. Хура çӳçлĕ, ялтăркка куçлă хитре çамрăк çын.

Килнĕ кун Хайкинăн пичĕ-куçĕ тасаччĕ. Тепĕр кунне, пуху пуçланнă çĕре, ун сăнĕ тĕксĕмленчĕ. Сухал тени çурхи курăк пек лаптăкăшпех шăтса тухнă, тути-янаххине кăна мар, питçăмартине те, пĕр тăнлавран пуçласа тенĕр тăнлав таран, пусса кайнă. Çамкипе пысăк курпун сăмси çеç хуралман.

Пухури çынсем хăшĕ чикан сăнлă оратор çине шиклĕн пăхаççĕ, хăшĕ сасăпа кулса ярасран аран чăтса лараççĕ. Ораторĕ çьшсене юриех култарма тăрăшмасть-и! Калаçнă чух пĕрмаях тути-çăварне «О» саспалли пек туса карать, «батрак» вырăнне «ботхак» тет.

Совета суйлама кама сĕнмеллине, камшăн агитацилемеллине чухлаймарĕ Хайкин. Ютран килнĕскер, никама та пĕлмест. Çынсемпе паллашас вăхăта бритва шыраса ирттерчĕ. Класлăх паллипе суйлăпăр-ха тесе, хăйне хăй лăплантарчĕ вăл. Доклад тунă чух фронтри ĕçсем çинчен каласа кăтартрĕ, пĕтĕм кĕпĕрнепех Совет влаçĕ çĕнĕрен йĕркеленни пирки калаçрĕ, Совета чухăнсене çеç суйламалла, терĕ.

Кандидатсене кăшкăрма пуçласан, Хайкин, аллине кăранташ тытса, кашни кандидат пирки тĕплĕн тĕпчесе пĕлме тăрăшрĕ: тарçă пулсан — миçе çул ĕçленĕ, кил хуçи пулсан — хуçалăхĕнче мĕн пур. Миçе лаша, ĕне, мĕн чухлĕ сурăх усрать, пӳртне мĕн витнĕ, кнлĕнче тата мĕн пур — пурне те пĕлесшĕн пулчĕ вăл.

Чулçырмаран такам, те чăнласа, те шӳтлесе, Чахрун Мишшине сĕнчĕ. Чăвашсем хушшинче кулкалани илтĕнчĕ. Ревком çыннине ку кандидат пнтĕ килĕшрĕ вара. Лаши çук, ĕни çук… Чăх-чĕпрен пуçне урăх ним те çук. Пĕчĕк тăм пӳртне улăм витнĕ. Улăмĕ те тахçанах çĕрсе çĕтĕлсе пĕтнĕ. Лайăх кандидат…

Сасăлас умĕн Пашка Ваççи çапах та асăрхаттарчĕ:

— Кахал вăл. Çавăнпа унăн ним те çук…

— Кулак теорийĕ вăл, капла калаçни. Пире шăп çавăн пек чухăнсем кирлĕ. Кам çак кандидата хирĕç, вăл Совет влаçне хирĕç пулать, — тавăрчĕ ăна Хайкин, куçне ялтăртаттарса.

«Теори» сăмахран Пашка Ваççи хăраса ӳкрĕ. Теме пĕлтерет-ха вăл! Совет влаçĕн тăшманĕ пулса тăрăн капла.

— Сирĕншĕн юрать пулсан, пирĕншĕн те юрать, — терĕ вара вăл, тутине пăркаласа.

Ыттисем те хирĕçмерĕç. Çапах çапкаланчăк лĕнчĕр-ленчĕр Мишшашăн алă çĕклесшĕн марччĕ. Вырăссем Осокин хушамата илтсен, харăс çĕклерĕç. Чăвашĕсем те çĕклем пекки турĕç вара. Мирски Тимукăн ятне асăнсан, никам та хирĕç пулмарĕ. Мĕн тăвăн — ĕмĕрех тарçăра ĕçленĕ — «ботхаках» ĕнтĕ.

Ютран килнĕ комиссар çынсене пĕлсе çитме тăрăшмарĕ. Суйлав ĕçне ăнăçлă ирттерме никам та хатĕрленмен темелле. Çапах кун пек калани тĕрĕсех пулмĕ. Хăшĕ-пĕри хатĕрленнĕ иккен. Чахрун Мишшин ятне вырăссем хушшине кĕрсе ларнă Мирски Тимук асăннă…

Хаярсемпе Медведевсен пуянпă Чухăн пирки чăн та хăйсен теорийĕ пур çав: хуçалăхшăи тăрăшакан çын — пуян, ĕçлеме ӳркенекен çын, наян-кахал — чухăн. Мăрзабай та Чахрунсем çине çапларах пăхатчĕ, вĕсене çын вырăнне те хумастчĕ. Халь унăн шухăш-кăмăлĕ улшăннă-шим вара?

Уйăх ытла таçта çухалса пурăнчĕ Мăрзабай. Киле таврăнсан, ăна килйышсем паллайми пулчĕç. Елĕк яланах лăпкăскер, халь турткаланчăк пулса кайнă. Арăмне те, аслă хĕрне те нимсĕрех вăрçать. Курма килнĕ Наçтука темшĕн хăваласа кăларчĕ. Укахви малтанах, ĕлĕкхи пек чашкăрса, ухмаха ернĕ упăшкине йĕркене кĕртме хăтланчĕ, сулăнса, çапмах тăчĕ. Иăваш Мăрзабай хальхинче сасартăк урса кайрĕ, «Пусап!» — тесе кăшкăрчĕ, çĕçĕ ярса тытрĕ. Çавăнпа Чурăс Укахви йăвашланчĕ, урай хăмине хускатмасăр çӳрекен пулчĕ.

Пурнăç, самана пирки Мăрзабай халĕ пушшех пăлханарах шухăшлама пуçларĕ:

«Комуч вăхăтĕнче халăх епле шăртланчĕ! Тĕттĕм чăваш ялĕсенче те комуч влаçне, çав «демократиллĕ» влаçа, пăхăнмарĕç вĕт: Чулçырма, алла хĕçпăшал тытса, влаçа хирĕç пăлханчĕ, Якалĕнче хăйне майлă «граждан вăрçи» пулса иртнĕ, Самлейĕнче чехсем кайичченех çĕнĕрен Совет суйланă. Халăхĕ те хăй ăссĕн пăлханман-ха, ăна ертсе пыраканнисем тупăннă. Чее ĕçлеççĕ çавсем: Назар йышшисене персе вĕлернĕ, çав вăхăтрах Хĕрлĕ Ваççапа Дятлова тĕкĕнмен. Пирĕн те чееленме тивет. Эпир Совет вла.çне хирĕç мар. Совета чухăнран чухăннисене суйлама пулăшăпăр. Килте алапаш çынсем Совет ĕçне те алапаш туса пыччăр… »

Çапла шутласа хунă ывăлне çухатнă хыççăн кăмăлпа пăтранса кайнă Мăрзабай.

Тинех вара вăл ялти куштансемпе пĕр шухăшлă пулас терĕ. Смоляковпа, Фальшинпа курса калаçрĕ. Лешсем Мăрзабай вĕсенчен пăрăнми пулнăшăн хĕпĕртерĕç, унăн сăмахне итлес терĕç. Кам урлă ĕçлемеллине хăйсемех лайăх пĕлеççĕ. Мăрзабайăн Тимук пур, Смоляков каллех Самана Тимĕрккине ĕçтерес терĕ. Фальшин та кирлĕ çынсене тупма пулчĕ. Яла пĕлмен айвантарах комиссарпа пĕр хирĕçмесĕрех, унпа нитĕ килĕшсе, çав вăхăтрах унран вăрттăн ĕçе тытăнчĕç кулаксем. Вĕсем тăрăшнипе, Хай-кина юраса, ял çыннисем Совета, чăн та, тарçăсемпе чухăнсене кăна суйларĕç.

Чăн тĕлĕнтермĕш ĕç ял Совечĕн пирвайхи ларăвĕнче пулса иртрĕ. Председателе кама суйлас? Мирски Тимук Чахрун Мишшине сĕнчĕ. «Михаил Иванчă Осокин председатель пулма тивĕçлĕ çын», — терĕ. Вырăссем кăшт турткаланма пăхнăччĕ. Епле вара, ял пуçлăхĕ нихçан та чавашран пулманччĕ. Хайкин вĕсене: «Совет влаçĕ пур çынна та, пур халăха та тан тăвать», — тесе ӳкĕте кĕртрĕ.

Çапла вара, хирте те, килте те нихçан тар юхтарса курман, хапхасăр, килкартисĕр Осокин ял Совечĕн председателĕ пулса тăчĕ.

Çын тĕсне çухатма пуçланă алпастă чăваша тахăшĕ ăспа тĕс кĕртме пуçланă. Такам ăна шупкаланнă симĕс гимнастеркăпа çунатлă йĕм тупса панă. Галифепе çăпата сырни килĕшмест, атă кирлĕ. Çакна Мишша час ăнкарса илчĕ. Анчах та унăн шефсем — те атă тупайман, те тăруках ытлашши тумлантарма асăрханнă — атă вырăнне темле хуп пек хулăн сăранран çĕленĕ пушмакпа обмотка тупса панă. Обмотка яваласа хăтланни çăпата сырни пекех ĕнтĕ, кансĕр ĕç. Обмотки тата урампа утса пынă çĕртех сӳтĕлсе каять… Мĕн тăвăн-ха, халлĕхе тӳсес пулать. Атă пулатех, терĕ Мирски Тимук. Елĕк шалнар пир йĕмпе çӳрекен Чахрунăн вăрăм пĕвĕ куçа кĕместчĕ, халĕ вара, — галифепе, пушмакпа, обмоткăпа, — вăл шăпах тăрна пек курăнакан пулчĕ…

Ял пуçлăхĕ пулнăранпа унăн сăнĕ те улшăнчĕ. Хырман сухалĕпе тураман пуçĕ кăна улшăнаймарĕç. Сахалтарах ĕçнипе этемĕн куçĕ-пуçĕ тăртанми пулнă, власть туйăмне пĕлнĕренпе куçĕ ялтăра пуçланă. Тин çынсем асăрхарĕç: Чахрун яштака пӳллĕ, хитре сăнлă çын иккен. Хăй тата шӳтлесе калаçма та пĕлет. Тепĕр енчен те тĕлĕнтерчĕ вăл ялйышсене: вулама, çырма та пултарать. Совет çуртĕнче час-часах хаçат тытса ларать. Ĕлĕк вăл, хĕрĕнкĕллĕ чух, этем мĕн каланине итлемесĕр, хăй кирлĕ-кирлĕ мара лапăртататчĕ. Халĕ вара, çын унпа калаçнă чух, çăварне чана чĕппи пек карса, пăру куçĕпе айваннăн пăхса ларать; çын сассине мар, таçта-таçта аслати кĕрленине тĕлĕнсе тăнлать тейĕн.

Çапла этем куçкĕретех улшăннине кура, ялйышсем ĕнтĕ çьш вырăнне те хура пуçланăччĕ Чахрун Мишшине, хăшĕ-пĕри вăл Мишша-салтакпа Самана Тимĕрккин çывăх тăванĕ пулнине те аса цлчĕç, Чахрун Мишши çапак та çын пулаймарĕ…

Кĕçех Мирски Тимук, Мăрзабай мĕн хушнине манса, Смоляковпа Хаяр Макара итлесе, председателе кашни каç ĕçтере пуçларĕ. Мĕншĕн ĕçтерни каярах палăрчĕ. Пĕррехинче, чăваш енче пуху пухса, председатель продразверсткăпа кам мĕн чул тырă памаллине список вуласа пачĕ. Ак хăçан Тимĕрккен чăн сасси пухура янăравлăн илтĕнчĕ:

— Кам сана çапла киревсĕр хăтланма вĕрентрĕ? Подкулачник эс, ача! Чухăнран та çирĕм пăт, Пуян Танюшран та çирĕм пăт…

Чахрун, çăвар карса, «аслати кĕрленине» кăшт тăнласа тăчĕ те:

— Эп айăплă мар, Куçминккаранах çапла хурса ячĕç, — терĕ.

Мирски Тимукăн сăмахне каларĕ ĕнтĕ. Тимĕркке хăйĕн ăнман тăванне сасартăк хăратса пăрахрĕ.

— Юрĕ, ыран Куçминккана тĕрĕслеме каятăп, — терĕ вăл.

Мăрзабай хăй пухăва çӳремест. Чахрун Мишшипе Мирски Тимук мĕн хăтланнине илтсен, вăл пăшăрханса ӳкрĕ.

«Ку çăткăнсемпе тăмсайсем халăха пĕчĕк ачана улталанă пек улталасшăн. Ытла путсĕр хăтланаççĕ. Ахалех çыхлантăм вĕсемпе», — ӳкĕнчĕ вăл.

Кĕçех тата яла тăшман çĕмĕрсе пыракан кĕперсене юсама пĕлекен çын килсе кĕчĕ. Çавăн хыççăн Чахрун председательте эрне те çӳреймерĕ. Мăрзабай та ĕлĕкех кăмăлламан куштансенчен пачах уйрăлчĕ…

Загрузка...