Кĕпер юписем

Тăван ялта

Яла мĕнлерех çын килнине никамран малтан Мăрзабай сисрĕ. Сисрĕ те çав çынна хăнана чĕнтерчĕ.

— Ай, турăçăм! Эс тупăнни Тимуш шаллăм вилĕмрен чĕрĕлнĕ пекех пулчĕ маншăн. Курманни те пилĕк-ултă çул. Çитменнине, Хрулкка сан пирки хыпарсăр çухалнă тенĕччĕ, — вашаватлăн вĕтеленчĕ хуçа.

Хăни те кăмăллăн чăмăртарĕ хуçа аллине. Пĕлет вăл: Мăрзабай, хăйĕн шухăшне пытарма вĕренкеленĕ пулин те, кăмăл-туйăмне пытарса, суя сăмах калаймасть.

Вара авалхи кӳршĕсем, тĕнчере нимле революци те пулман пекех, шăкăл-шăкăл калаçма пуçларĕç.

Ахтем Макарĕпе Тарас кӳршĕ ялта курнă сарă сухаллă çын чăнах та Тайман Сахарĕ пулнă.

Çук, июнĕн саккăрмăшĕиче, чехсем Самара илнĕ кун, вилмен вăл. Станцире, Казанцев ĕмĕтленнĕ пек, чăнах та, пирĕн подрывниксем ĕçленĕ. Малтанах вĕсем, хăйсен ĕçне тума васканипе, çывăхрах юнлă тытăçу пуçланнине асăрхайман. Каярах тавçăрса илнĕ те тăшмана сасартăк тылран хупăрланă. Вара чехсем Сахар вилĕм кĕтсе выртнă самантра Зубчаниновка еннелле вирхĕннĕ.

Казанцев ушкăнĕнче чĕрĕ юлнă çынсем, подрывниксемпе пĕрле дрезинăсем çине ларса, Кинель станцине чиперех çитнĕ. Самартан йĕркеллĕрех чакнă Хĕрлĕ Çар чаçĕсемпе Пăслăк е Пăрслан еннелле кайма ĕлкĕреймен вĕсем. Казанцев вара Кинельтен пĕр аллă-утмăл çухрăмри Черккаск ялне, тăванĕсем патне, кайма шут тытнă. Тайманкина та хăйпе пĕрле пыма чĕннĕ.

Пасарлăял пекех пысăк вырăс ялĕнче уйăх ытла пурăнчĕç вĕсем. Сухалсăр Сахара Пăрслан уесĕнче паллакан çын сахал мар. Çавăнпа вăл сухалне хырма пăрахрĕ. Казанцев — эсер пулнă çын. Вăл Совет влаçĕшĕн çапăçнине пĕлекен çук кунта. Сахар та халлĕхе пытанмасăрах пурăнма пултарать: шорник вăл. Ĕç хатĕрĕсене ăна юлташĕ тупса пачĕ. Вара «ютран килнĕ шорник» килĕрен çӳресе ĕçле пуçларĕ.

Казанцевпа Тайманкин, чехсене хирĕç пĕрле çапăçнăскерсем, ĕмĕрлĕхе туслашрĕç. Çĕнĕ тусĕ Хатаевичпа тавлашнине астăвать Сахар. Хай те халь унпа тавлашкалать, эсер пулнă юлташне коммунист тума тăрăшать…

Çук, Казанцева коммунист туса ĕлкĕреймерĕ Сахар. Тăшмансем вĕсене кĕçех уйăрса ячĕç.

Пĕррехинче, ялти купца патĕнче хăмăт-кутлăх çĕлесе ларнă чух, хуçа, паллă эсер, шорникна питĕ йăпăлтатса калаçрĕ.

«Вашкăртса калаçать, эсрел, — сисрĕ Сахар. — Казанцев пирки тĕпчет, шуйттан. Шанмаççĕ Казанцева. Тен, ун пирки пĕр-пĕр хыпар пĕлнĕ пуль… »

Сахар юлташне çийĕнчех систерчĕ, пытанма хушрĕ. Килĕшмерĕ Казанцев: «Пытансан, вĕсемшĕн, чăнах та, коммунист пулса тăратăп. Эсерсем кĕпĕрнери исполкомра мансăр та нумай пулнă. Шуррисенчен иытанмаççĕ вĕсем. Иртнĕ эсерлăхăм халь маншăн хӳтлĕх кăна вăл».

Çĕрле вара Казанцева арестленĕ. Сахар хăйне те арестлессе кĕтсе тăмарĕ, кирлĕрех инструментсене арчана чикрĕ те (арчине унчченех туса хатĕрленĕччĕ) тул çутăличченех ялтан тухса шурĕ. Аçталла каяс? Микӳшкел еннелле кайма юрамасть, унта ревком пуçлăхĕ пулнă вăл. Вара Державинпа Таллă еннелле çул тытас терĕ.

Ывăлĕ усламçă арчи йăтса хĕвеланăçнелле танкканă вăхăтра ашшĕ, шорник арчи йăтса, хĕвелтухăçнелле васканă. Пĕр вăхăтра вĕсен хушши вăтăр-хĕрĕх çухрăма çывхарнă та, каллех тĕрлĕ еннелле пăрăнса кайнă.

Çул çӳренĕ çĕрте Сахар иртнĕ пурнăçа аса илсе йăпанчĕ, хальхи ĕçсем пирки шухăшласа хумханчĕ. Пасарлăяла та, Чулçырмана та пырса кĕме çук. Çапах тăван ял яхăннерех туртăнать-ха вăл. Мĕн шухăшпа? Сухал ӳстерсен те, ăна çĕнĕрен хырсан та, — ял çыннисем пурпĕрех тӳрех палласа илĕç. Шуррисене çĕнтерессе, Совет влаçĕ çĕнĕрен чĕрĕлессе чĕререн шанать вăл. Çавăнпа пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн тăван ял çывăхнех куçса пырать. Хушăран пĕр-пĕр ялта чарăнса ĕçлет: вăхăт ирттерет, хырăм тăрантарать, кăштах укçа та тукалать. Пĕр ялта ĕçлекелет те тепĕр яла куçать.

Хăйĕн пурнăçĕ пиркн, паянхи шăпи пирки хурланса та, ĕмĕтленсе те, тепĕр чух шӳтлесе те шухăшлать Сахар.

«Пĕр енчен, пытанса пурăнакан таркăн эпĕ халь. Тепĕр енчен, вĕçен кайăк пек ирĕк чун. Мĕн тесен те, çунатăма хуçаймарĕç-ха. Ирĕк чун! Ирĕк тени мĕн пулать-ха вăл? Эп ĕлĕк пĕччен пуçпа ирĕке тухасшăнччĕ. Çав шухăшпах тăван ялтан тухса кайрăм. Нумай ĕçлесе, чееленсе, çĕр ĕçлеме пăрахса, хам валли ирĕк пурнăç тăвасшăн тапаçлантăм. Пĕччен çын ирĕк пурăнма пултараймасть çав, тӳрех çăткăнсен аллине лекет. Пĕчченлĕх вак буржуйсен, мещенсен ирĕклĕхĕ ĕнтĕ вăл. Ун пирки Кăяш Тимкки те, Воробьев та нумай ăс вĕрентрĕç мана. Ĕçхалăхĕн ирĕклĕхĕ — пĕрлешӳре. Çавăнпа коммунистсен тĕп ĕçĕ — халăха пĕтĕçтерсе пĕр шухашлă тăвасси. Халăха çĕнĕ пурнăç тума вĕрентес ĕç — коммунистсен тивĕçĕ вăл. Ирĕклĕх тенине çапла ăнланмалла ĕнтĕ. Урăхла ăнланни анархизм пулать. Халăха пĕр шухăшлă тăвас тесен, чи малтан парти хăй пĕр шухăшлă пулмалла. Çавăнпа çирĕп дисциплина кирлĕ. Пысăк ĕç тума пысăк йĕркелĕх кирлĕ… Партие кĕрсен, пăркаланмалли пĕтет вара. Апла, ирĕклĕхе çухатса пусмăрлăха лекнп пулмасть-и вăл? Çук! Партие ирĕкпе кĕтĕм вĕт. Вилме те никам хистемесĕр хам ирĕкпе кайрăм. Халь манран çамрăккисем килте пурăнаççĕ. Эпĕ çемьене пăрахса хăвартăм. Камшăн, мĕншĕн? Пысăк çемьен, ĕçхалăхĕн телейĕшĕн çапăçма кайрăм. Кашни тӳрĕ кăмăллă çын çапла тумалла… »

Пĕччен юлса, вилĕмрен пытанса çӳрекен çын çакăн пек шухăшсемпе хытарма тăрăшать хăйĕн кăмăлне.

Чехсем хĕвелтухăçнелле куçма пуçланă вăхăтра Сахар Чулçырма çывăхнех пырса тухнă. Ахтем Макарне те, ытти ял çыннисене те курнă вăл, анчах ывăлне çакăнта тĕл пулма шухăшламан. Хумханса, пăшăрханса пăрăннă вăл ял тепĕр вĕçнелле. Вара, чехсен юлашки обозĕ иртсе пĕтессе кĕтмесĕрех, хулана васканă. Пĕр-ик çухрăм кайсан, утма çăмăлтарах пултăр тесе, арчине те вăрмана пăрахса хăварнă.

Хуларан шуррисем кайса пĕтнĕ. Сахар хăйĕн авалхи тусне, Кăяш Тимккине, час шыраса тупрĕ. Авандеев Сахара çемйи пирки, уйрăмах Рамаш пирки, ырă хыпарсем каласа савăнтарчĕ те ăна кăнтăрпа хĕвеланăç енчи чăваш ялĕсем тăрăх çĕнĕрен Совет влаçне йĕркелесе чĕртсе яма ăсатрĕ. Çавăнпа Сахар Чулçырмана чехсем кайнă хыççăн икĕ уйăхран тин çуна çулĕпе пырса çитрĕ.

Çичĕ çул курман çыкна ялйышсем хĕлĕпе хăна тăвĕччĕç. Ниçта та хăна пулса çӳремерĕ Сахар, пĕр Мăрзабай патне кăна канса килчĕ. Пĕлет Сахар: Мăрзабай Павăлĕ ăслă çын, хресчен пурнăçĕнче тарăн тымар янă. Ялта хисеплеççĕ ăна. Ун кăмăлне пĕлни ĕçе пăсмĕ…

Хуçа тӳрех хăйĕн шăллĕн ятне, Сахар тусĕн ятне, асăнни иккĕшне те кăмăллă сăмах пуçлама май пачĕ. Пĕрне-пĕри вăрттăн сăнаса, хушăран юптаркаласа та калаçрĕç ĕлĕкхи старшинапа паянхи коммунист. Тайман Сахарĕ, тӳррĕн ним тĕпчемесĕрех, хуçа кăмăлне лайăх туйса илчĕ, ялти ĕçсем пирки пĕлкелерĕ.

«Ялти ĕçсем киревсĕртерех иккен, ыран тата Лешеккине кайса килес», — шухăшларĕ Тайман Сахарĕ Мăрзабай патĕнчен таврăннă чух.

Шăп Çĕнĕ çул умĕн яла Шатра Миккапа Пали таврăнчĕç.

Сурхури каçĕ яланхи пекех пуçланчĕ. Ача-пăча йăва пухса çӳрерĕ, каччăсем кĕрпе, çу пуçтарчĕç, хĕрсем улах пӳртре пăтă пĕçерме хатĕрленчĕç.

Шатра Микка арăмĕ, упăшки пекех пĕчĕк те кернексĕрскер, куççуль юхтара-юхтара, улма икерчи пĕçерет. Савăннипе макăрать вăл. Амăшĕ йĕрет, ачисем çухăраççĕ. Микка хăй — арăмĕпе пĕрле йĕресшĕн те, ачисемпе пĕрле çуйăхасшăн та… Луччă йĕрес мар, çуйăхас терĕ вăл: пӳрте пĕр çĕклем ыраш улăмĕ йăтса кĕрсе çĕр урайне сарчĕ те çавăнтах ачисемпе пĕрле чикелене пуçларĕ.

Миккан пĕр пӳлĕмлĕ тăм пӳртне икĕ каччă пырса кĕчĕ. «Сурăх ури — сурхури!» — текелерĕç те сасартăк шăпланчĕç.

— Ĕлĕкхи пекех, пиртен кĕрпе-йăва ыйтмастăр. Юмах яртарас тетĕр пуль мана, — сăмах хушрĕ вара хуçа, ура çине тăрса. — Патша юмахĕсем пĕтрĕç. Патши те пĕтрĕ, юмахĕ те юлмарĕ.

— Патша юмахĕ кирлĕ мар, — терĕ пĕри, хăюлланса. — Пĕлтĕр пире Мишша-салтак çĕнĕ юмах ярса пачĕ. Малалли тепĕр сурхури çитсен пулать терĕ. Эс Мишша-салтакпа пĕрле ялтан тухса кайрăн, унăн юмахне пĕлетĕн пуль, çавна ярса парăн. Пырах ĕнтĕ, Микка пичче. Юмахсăр сурхури — çусăр пăтă пекех вăл…

— Ара, кĕтсех тăрăр! Çынни ларса та канман-ха… Апат та çимен. Хамăр та ашшĕне курса савăнаймарăмăр. Пымасть, пымасть юмах яма. Урăххине чĕнĕр, — çĕтĕлчĕ пĕчĕк хĕрарăм. Пукане пек ачисем ашшĕне уртăнчĕç, «ямастпăр, ямастпăр», — тесе çухăрчĕç.

— Чимĕр-ха, чĕмересем, ан уртăнăр! — ачисене сирчĕ те юмахçă каччăсене лăплантарма васкарĕ. — Çĕнĕ юмах ярса парасах пуль сире. Юрĕ. Юмахĕн вĕçĕ халĕ те çук-ха, пуçĕ пур — ярса парăп.

— Кай, кай, каскăн пуç! Тĕнче касса çӳреме вĕрентрĕ пуль сана хусах Мишша-салтак…

Паçук инке каллех çĕтĕле пуçланăран, каччăсем пăшăрханса ӳкнĕччĕ. Çук, ĕç пăсăлмарĕ. Микка пичче арăмне пырса кăтăкларĕ те, иккĕшĕ те вĕсем ахăрса кула пуçларĕç. Юлашкинчен Паçук инке каччăсене çатма аврипе юнаса: «Пырĕ-çке, пырĕ, чупăр», — терĕ.

Альтук акка патне кăçал юмах итлеме урăх урам каччисем те пухăнчĕç. Вĕт-шакăр ачасем халь пĕлтĕрхинчен йышлăрах. Хветюк каччăсем çумне явăçтарса хăварчĕ вĕсене пĕлтĕр. Пали ывăлĕ Пантюк та, Тарас та кунта. Юмах итлекенсем пĕр пӳлĕме шăнăçаймарĕç, алăк уçмалла пулчĕ.

Юмах вăрăма кайрĕ. Çĕнĕ йăла таçтан сиксе тухрĕ тата: ĕлĕк юмах итлекенсем пурте шăппăн итлесе ларатчĕç, юмахçă пĕр палăртса хунă çултан пăрăнмастчĕ. Халь итлекенсем, сăмах хушса, мĕн те пулин ыйтса, юмах йĕрне пăрса яраççĕ. Отрядра мĕн пулнисене, Чапаев пирки мĕн илтнине, Якаль хыпарĕсене тата Ленин çинчен юлташсенчен мĕн илтнине — пĕтĕмпех юмахласа, килĕштерсе каларĕ хĕрлĕ юмахçă Шатра Микка.

Альтук аккапа хĕрсем те сурхури пăтти çинчен мансах итлесе тăчĕç. Пăттине малтан çунтарса ячĕç, кайран сивĕтсе пăрахрĕç. Çапах кăçалхи сурхури пăтти, Шатра Микка юмахне итленĕ хыççăн, нихçанхинчен те тутлăрах пулнăн туйăнчĕ.

— Юмах вĕçне хăçан каласа парăн? — ыйтрĕ тахăшĕ.

— Вĕçне тăвас пулать-ха, ăна тума, тен, эсир те пулăшăр, — терĕ юмахçă. — Вĕçĕ, тума пĕлсен, ытарайми хитре пулать.

Тарас, киле таврăнсаи, Шатра Микка юмахне ашшĕне каласа пачĕ.

— Пичче пуринчен те паттăр ерой. Ана чи пысăк комиссар хăй мухтанă, — терĕ вăл юлашкинчен.

… Çĕнĕ çул кун ирхине Тайман Сахарĕ Шатра Миккан пĕчĕк пӳртне пырса кĕчĕ. Хуçа хăйĕн ачисем валли юмах ярса ларатчĕ. Урайне сарнă улăм купи çинче ăна кӳршĕре пурăнакан Ахтем Макарĕ те итлесе выртать. Юлташĕсем вăрмана тарнă вăхăтра вăл вилес пек чирлĕ пулнă. Халĕ те сывалсах çитмен-ха.

— Кӳршĕ ялта сана куртăм вĕт, Сахар пичче. Пирĕнпе калаçасшăн пулмарăн. Палламарăн-и е çапла кирлĕ пулнă-и ун чух? — сăмах пуçларĕ Макар пĕрне-пĕри сывлăх суннă хыççăн.

Калаçу пуçланчĕ. Тата Елĕм-Чĕлĕм Палине те чĕнтерме хушрĕ Сахар. Вара, урайенчен улăм çине выртсах, шăкăлтатса калаçрĕç паян тин çывăхланса çитнĕ çынсем.

Ялйыш тĕлĕнтерчĕ Сахара. Елĕк мĕскĕн сăнлă курăнакан çынсем халь йăлтах улшăннă. Паллаймăн. Хăйсен этем тивĕçлĕхне туйса, хальхи улшăнусен майне-шывне пĕлме, ăнланса илме тăрăшаççĕ.

Шатра Миккапа Пали Сахар ялтан кайнă чухнех авланнă çынсемччĕ. Ахтем Макарĕ çамрăкчĕ. Халь вăл та салтакра пулса курнă. Пур енчен те хитре çын. Чĕлхи çивĕч. Хăй ăслă та таса кăмăллă пулмалла. Асĕ те, чысĕ те куçран пăхсанах курăнать.

Сахара ăсатма çынсем урама тухрĕç. Унта Чахрун Мишши иртсе пынине курса голчĕç вĕсем. Лешĕ, ботинкине хывса, кăçатă тăхăннă. Сăран атă тăхăнса кураймасть пуль çав, мĕскĕн.

— Çакăнта ĕнтĕ вăл — пирĕн Совет влаçĕ, — терĕ Макар, тутине йĕрĕнчĕклĕн пĕркелентерсе.

— Хамăртан çеç килет, — хуравларĕ Сахар.

Сахар таçта-таçта та ĕçлесе, кĕрешсе, çапăçса курчĕ; халь акă унăн тăван ялта ĕçлеме тнвет.

Халлĕхе пĕччен-ха вăл кунта. Малтанхи большевиксемпе большевик пулма хатĕр çынсем ялтан кайса пĕтнĕ. Вăрçăра халăх ирĕкĕшĕн юн тăкаççĕ вĕсем. Пĕччен темех тăваймăн. Тивĕçлĕ çынсене, шанчăклă юлташсене шыраса тупас пулать. Пур вĕсем ялта, пур! Шатра Микка паян тесен паян партие çырăнма хатĕр. Пали килĕшес çук пек. Партизанта пулса та кăмăлпа улшăнса çитеймен-ха. Пĕркун шӳтлесе çеç: «Эрех ĕçме чаракан партие çырăнмастăп», — терĕ. Анчах шӳчĕ те, чăнлăхĕ те пулчĕ пуль çак сăмахра. Ахтем Макарĕ мĕнле-ши тата? Ку — тĕплĕ шухăшлакан çын, пĕр килĕшсен, вара çирĕп коммунист пулать вăл. Пашка Ваççипе те калаçса пăхсан юрать…

Лешеккинче те ик-виçĕ çын тупрĕ Сахар. Гревцевпа Галкин — Ахтем Макарĕ евĕрлĕ çынсем. Макар пекех, çулла партизана кайманшăн ӳкĕнеççĕ, халĕ Совета путсĕртерех çынсене суйланăшăн кӳренеççĕ. Хăйсем ун чух Хайкинпа хирĕçме асăрханнă.

Тата халь кăна яла таврăннă Ольăпа, ун урлă пĕр çамрăк хĕрпе паллашрĕ Сахар. Гимназире вĕреннĕ, учительница пуласшăн. Чулçырмара пĕлтĕрсеиче хресчен пӳртĕнче ĕçлеме пуçланă пĕр класлă шкул учитель çуккипе уçăлман кăçал. Çавăн пирки паллашрĕ те Сахар Тоня Фироновăпа.

Фиронова… Астăвать Сахар: 1905 çулта кунти хресченсем те пăлханнăччĕ. Киселев именине тапăннăччĕ. Фи-ронов хушаматлă çамрăк вырăс чиркӳ умĕнче пухăннă халăха хĕрӳ сăмах каларĕ. Кайран Фироновсен икĕ ывăлне стражниксем тытса кайрĕç. Иккĕшне те Çĕпĕре ăсатнă терĕç. Тоня çавсен йăмăкĕ иккен. Халь амăшпе иккĕшех пурăнаççĕ. Вĕренсе тухнă хыççăн ĕçлесе курман-ха, тин ĕçлеме пуçласшăн. Хулана кайса ĕç ыйтма та именет хăй. Сахар гимназисткăпа калаçса курчĕ. Пиччĕшсен çырăвĕсене кăтартрĕ именчĕк хĕр. Ссылкăран çырна çыравĕсем те пур, хальхисем те. Халь асли кăна çырать ĕнтĕ. Кĕçĕнни, граждан варçи пуçлансан, фронтра пуçне хунă. Асли Мускавра Продовольстви комиссариатĕнче ĕçлет. Тони политикăллă кĕнекесем те вуласа курнă, пиччĕшĕсемшĕн тунсăхланипе, хăй те политика пирки нумай шухăшланă.

— Пиччӳсен çулĕпе кайма шухăшламастăн-и? — ыйтрĕ Сахар чылай калаçкаласа ларнă хыççăн. — Коммунистсен партине кĕмелле сан. Пире вереннĕ çынсем тем пек кирлĕ, хĕрарăмсенчен — пушшех.

— Кăмăлпа халь тесен халь хатĕр, — терĕ Тоня. — Пултараймăп тесе хăратăп. Пурăнса та, ĕçлесе те курман. Çын кулли пулса тăрăн. Оля та хăйĕнпе пĕрле партие çырăнма чĕнет мана. Эпĕ ăна та, хама та чарса тăрап-ха. Ытла çамрăк эпир. Хулара пулсан, пырĕччĕ. Ялта хăрушăрах çав. Авторитет пулмĕ. Унсăрăн усă кӳриччен ытла сиен кӳрĕпĕр партие…

«Тăнлă калаçать. Еçлеме пуçлатăр-ха. Учительницăра ĕçлесен, авторитет та пулать. Малтан арçынсенчен ячейка йĕркелер. Каярах хĕрарăмсем те хутшăнĕç. Ял ĕçне халех пĕчĕккĕн хутшăнтарас», — шухăшласа хучĕ Сахар.

Каллех Ревком çулĕпе

Ольăпа Лешеккинче мар, Чулçырмарах, Селĕп Кирилен тăм пӳртĕнче, паллашрĕ Сахар. Лешĕ, халь кăна яла таврăннăскер, тӳрех Чулçырмана чупнă. Тараса тунсăхланипе çеç мар, ун ашшĕпе, Рамаш ашшĕпе, паллашма васканă вăл: ун пирки хуларах Авандеев юлташран пĕлнĕ.

Паллашрĕç те пĕрне-пĕри хытă кăмăлларĕç вĕсем. Анчах калаçасса пулас кинпе хуняçа пек мар, партизанта пулнă çын коммунистпа калаçнă пек калаçрĕç: хула хыпарĕсене сӳтсе яврĕç, ялти ĕçсем пирки пĕрле ларса шухăшларĕç.

— Мансах кайнăччĕ, — хыпăнса ӳкрĕ юлашкинчен Оля. — Тимофей Степанович сире хальтерех хулана пырса кайма хушрĕ.

— Хулана кайма хамăн та пысăк сăлтав пур, — терĕ Сахар. — Унччен çак халь каланă ĕçсене туса ирттермелле-ха.

Ку ĕç пирки Сахар тăван яла килнĕренпе нумай шухăшланă. Тук икĕ енĕпе те Совета юрăхсăр çынсене суйланă. Лешеккинче ял Совечĕ пурриие çукки палăрмасть те. Вырăс чăваш енне çӳреме хăнăхман. Совет членĕсем хăйсем хушшинче пухăнса канашламаççĕ. Ку енче те Чахрунсемпе Мирскисем Совет ĕçне тивĕçлĕ тăвас вырăнне пăссах тăраççĕ, продразверстка ĕçне арпаштарса янă, çынсене вăрçтарса пĕтернĕ. Çĕнĕ суйлав ирттерме Куçминккарисем ирĕк памĕç. Вĕсене ӳкĕте кĕртме сăлтав, çиелтен пăхсан, çителĕклĕ мар пек. Хулана, Тимкка патне каяс пулать. Сăлтав пирки шухăшланă майăн пĕр тĕрлĕ план çирĕпленчĕ Сахар пуçĕнче.

Чулçырмапа Сухоречкăна хут çинчи ял ячĕ çеç (Каменка) пĕрлештерсе тăрать. Ун пек туни патша вăхăтĕнчи йĕркеренех килнĕ пуль. Çĕнĕ йĕркене килĕшмест вăл. Тĕрĕссипе шутласан, икĕ чылай пысăк ял кунта: Чулçырмара виççĕр килĕ, Лешеккинче — икĕ çĕре яхăн. Пĕр ĕçлемен Совет вырăнне икĕ ĕçлекен Совет тăвас. Власть тени халăха çывăх пултăр, кашни хĕрарăмиа тăван чĕлхепе калаçтăр. Çак ĕçе пĕлтĕрех Радаев пуçласа янă-мĕн, анчах вĕçне çитереймен…

Кун пирки хулана каймаллах çав. Унччен икĕ уйрăм пуху ирттерсе хутсем тумалла. Чулçырмара та, Лешеккинче те Сахарăн çĕнĕ юлташĕсем ырларĕç ун шухăшне.

Пухусем чăвашра та, вырăсра та чиперех, пĕр чăрмавсăрах иртрĕç. Чăрмавĕ унччен, пуху пухас пирки пулнăччĕ. Сахар ăнланса та илеймерĕ: те тăшмансем, те тăмсайсем темле кăшт кулăшларах хăтланчĕç.

Сахар чăвашсене пухăва уйрăм пухас пирки Чахрун Мишшипе калаçнă чух Мирски Тимук хăлхине тăратрĕ. Председатель, Сахара хирĕç ним калама аптраса, хăйĕн юлташĕ çине пăхса илчĕ. Лешĕ вара сĕтел патне çывхарчĕ.

— Пуху пухмастпăр! — терĕ вăл хăйĕн кăчăрти сассипе. — Анархи вăхăчĕ пĕтрĕ ĕнтĕ. Халь — законлă Совет влаçĕ, чухăнсемпе батраксен влаçĕ. Кашни иртен-çӳрен пуху пухас тесен, мĕн пулĕ вара? Кам эс пирĕншĕн? Никам та мар. Эс Каменка çьтнни мар, Пасарлăял çынни. Пуху пухсан та, сана унта кĕртместпĕр…

— Вот çапла, çапла! — терĕ вара Чахрун та. — Эпир сана пĕлместпĕр, Захар Матвейчă. Кам эсĕ? Пирĕншĕн никам та мар.

Сахар тута вĕççĕн çеç кулни сухал витĕр çынна палăрмарĕ.

— Чухăнсемпе батраксен влаçĕ пулса, ревкома пăхăнатăр-и эсир? — ыйтрĕ вăл лăпкă сасăпа.

— Пăхăнмасăр вара! Хайкин юлташа пăхăнатпăр эпир — Тимук мĕн каласса кĕтмесĕрех çапла хуравлама хăрамарĕ председатель.

— Уес ревкомне те пăхăнатăр пуль-ха?

— Ытла çӳле кармашатăн, — кăчăртатрĕ Мирски Тимук. — Хулана кайма инçе. Эс Куçминккаран та пулин хут илсе кил, анчах кайма лаша памастнăр. Çуранах кай.

— Эп санпа калаçмастăп-ха, Тимофей… Аçу ятне илтсе курман, каçар уншăн. Хут кирлĕ пулсан, ак сире хут, уес ревкомĕ çырса панă мандат.

Çапла каларĕ те Сахар хут кăларнă чух кĕрĕк аркине сирсе ячĕ. Кĕрĕк айĕнчен Кăяш Тимкки Сахара парнеленĕ сăран пиншак курăнчĕ. Пиншакне кăна мар, тата кĕске пăшалне те курса юлчĕ Чахрун Мишши. Вара вăл хутне вуламасăрах. вĕтеленсе ӳкрĕ:

— Юрĕ, юрĕ, Захар Матвейчă. Пуху пухăпăр. Халех чĕнме ярăп.

Мирски Тимук, Сахар хыçĕнче тăраканскер, унăн сăран пиншакне те, наганне те кураймасăр юлчĕ. Председатель ун сăмахне итлемесĕр «иртен-çӳрене» пăхăннăшăн вăл тарăхса кайрĕ, алăка шанлаттарса хупса хăварчĕ.

… Смоляков патне чупрĕ-ха вăл. Анчах лешĕ килте пулмарĕ. Вара Тимук ирĕксĕрех пуху пирки хăйĕн хуçине систерес терĕ.

Мăрзабай, тарçăпа яланах шӳтлесе калаçаканскер, халĕ Тимука вăрçса тăкрĕ:

— Ухмаха пуççапма хушсан, вăл çамкине çапса çĕмĕрет, теççĕ вырăсла. Ман сăмахран тухса, иртĕнме тытăнтăр. Халь ман патах килтĕн тата? Чăлах хăта патне е Хаяр Макар патне чуп. Совет влаçĕсем!.. Чăн-чăн Совет влаçĕ яла ак хăçан килсе çитрĕ. Çавна та курма пĕлместĕр. Унпа ыррăн калаçса, ун шухăшне пĕлме тăрăшас вырăнне хирĕçме тытăннă. Мана Мăрзабай хуçа çапла хушрĕ, — темеллеччĕ тата. Ас çитерĕн эс. Чахрун Мишши те санран темиçе хут ăслăрах иккен…

Кун пек мăшкăллă сăмах хальччен хуçаран илтсе курманччĕ Тимук.

«Чим-ха, тата кăшт тӳсем. Чăнах батрак пулса, сан çур хуçалăхне туртса илĕп. Е урăхла ташлаттарăп», — вĕчĕрхенчĕ Тимук, анчах халех хуçапа хирĕçме шутламарĕ. Кирлĕ хутсем тунă хыççăн Сахар хулана васкарĕ. Хăйпе пĕрле вăл пулас учительницăна та лартса кайрĕ. Антонина Павловна чăвашра ĕçлеме хавасланса килĕшрĕ.

Хулари икĕ чаплă керменте те пулчĕ Сахар.

Икĕ чаплă çурт пур Пăслăкра: пĕрне чăвашсем Шурă çурт теççĕ, теприне — Ула çурт. Пĕринче ĕлĕк земство пулнă, тепри — Киселев улпут керменĕ. Халь икĕ çурчĕ те халăх аллинче ĕнтĕ. Елĕкрех, хулана килсен, Сахар çав çуртсем умĕнче, пуçне каçăртса, чылайччен киленсе пăхса тăратчĕ. Ула çурт умĕнче вăл хальхинче те вăрах тăчĕ.

Ула çурчĕ чăн та темиçе тĕслĕ. Ана темле ялан çуталса тăракан симĕс кăвак тăваткал кирпĕчрен купаланă. Ун тăрринче темиçе шĕвĕркке башня пекки, чĕнтĕрсем, çамки çинче — виçĕ юланут: вырăс халăхĕн паттăр улăпĕсем — Илья Муромец, Добрыня Никитич, Алеша Попович. Сахаршăн паллакан çынсем пек курăнакан пулнă ĕнтĕ вĕсем. Сăрласа тунă ӳкерчĕк мар, чултан шăратса тунă тейĕн.

Еç пирки мансах, тата тем чул иăхса тăратчĕ пуль Сахар, — такам ăна, хыçалтан пырса, хул айĕнчен тытрĕ.

— Сана тĕп архитектор тумалла пулать пуль, Сахар пичче, — ăшшăн кулса, юри чăвашла, юрнех тата чăваш йăлипе, «пичче» тесе çавăрса хучĕ таçтан килсе тухнă Авандеев.

— Тепре çуралмалла пулсан, вĕренĕттĕм, тен, чăн та архитектор пулăттăм, — терĕ Сахар. — Ан кул, Тимкка, тупата туршăн, пултарăттăм. Юратнă ĕçе вĕренме те, тума та савăнăçлă.

— Кулмастăп. Шанатăп. Халех сана архитектор тăвăпăр. Ашне кĕрсе курман пуль-ха. Атя, кĕрер. Çакăнта ĕнтĕ халь пирĕн штаб.

Çапла каларĕ те Кăяш Тимкки, Сахара алăран тытса, кĕленче алăкран илсе кĕрсе кайрĕ.

— Анчахрах хитре çуртра хитре кабинет туяннăччĕ, ларса пулмарĕ. Паян юлашкп кун кунта ĕçлетĕп. Самара чĕнтереççĕ. Губкома е ревкома та мар, — тӳрех Хĕвелтухăç фронт штабне. Эс паян килсе çитмен пулсан, мана урăх курмасăрах юлаттăнччĕ. Каялла таврăнмалла пулмасть пуль çав, — калаçма пуçларĕ Тимкка, иккĕмĕш хутри пĕр пӳлĕме кĕрсе. Сахара çемçе пукан çине лартрĕ, хăй лармарĕ, пӳлĕм тăрăх уткаласа çӳре пуçларĕ. — Ĕçсем мĕнле унта сирĕн, кĕскен каласа пар…

Сахар малтан Чулçырмари чухăнсемпе батраксен «влаçĕ» пирки каласа кăтартрĕ. Кун пирки нумай калаçма памарĕ ăна Авандеев, пӳлчĕ.

— Пĕлетĕп, — терĕ вăл. — Çын çуккнпе ялта нихçан пулман юлташа ямалла пулчĕ Куçминкка вулăсне. Халь Хайкин юлташа хăйне майлăрах ĕç тупса патăмăр. Çĕнĕ театр йĕркелеме хушрăмăр ăна.

Вара Сахар хăйĕн ĕçĕ пирки тĕплăн ăнланмалла каласа пачĕ.

— Те архитектор тумалла сана, те пĕр-пĕр наркомнац тумалла, — кулса ячĕ Самлей чăвашĕ. — Ку ыйту черетре-ха. Эс пуринчен малтан пуçласа ятăн пулать. Хăвах пĕлен, уесра чăваш ялĕсем вăтăртан ытла. Кĕпĕрнере вĕсем темиçе çĕр. Нумайăшĕ вырăспа хутăш ялсем. Вĕсем пирки шухăшламалла пулать пуль. Тĕттĕм халăхшăн çĕнĕ власть тăван чĕлхепе калаçни темрен те хаклă ентĕ. Анчах ĕçе тĕплĕн тумалла. Халь губком çумĕнче чăваш секцийĕ уçăлнă… Чим-ха, сана калама мансах кайнăччĕ. Воробьев тупăннă. «Вилĕм пуйăсĕпе» ăсатнă пулнă ăна. Воробьев таçта, Çĕпĕре çитсен, тарма май тупнă, вагон урайне çĕмĕрнĕ те шпалсем çине тухса ӳкнĕ. Вăл, сан Рамашу пекех пĕчĕк те харсăрскер, пуйăс айне те сикме хăраман. Ыттисем хăшĕ хăранă, хăшĕ вырăнтан хускалайми выртнă. Пĕри те чĕрĕ юлман, теççĕ. Темиçешер кун апат та, шыв та памасăр асаплантарнă çынсене. Çитменнине тата, тиф чирĕ те хирнĕ…

— Чĕрчун амăшне асап кăтартса çуралать, — терĕ вăл пăртак чĕмсĕр утса çӳренĕ хыççăн. — Революци те асапсăр пулмасть. Темиçе çула пырĕ-ха халăх асапĕ. Ана пĕлсех тăратпăр эпир, анчах халăха çакăн пек нимсĕрех тискерлĕ асаплантарни ăша вĕчĕрхентерет…

Нумай калаçрĕç наян авалхи туссем. Сахара кунта Авандеев пысăк ĕçпе чĕнтернĕ-мĕн.

— Ялта кулаксем хирĕçнине кура, халăха пĕтĕçтерес шутпа, парти чухăнсен комитечĕсем тума хушрĕ. Ытти çĕрте вĕсем пĕлтĕртенпе ĕçлеççĕ. Самар кĕпĕрнинче çав ĕçе тин тытăнатпăр-ха, — пуçларĕ вăл хăй сăмахне.

Сахарăн Куçминкка вулăсĕнче ревком пуçлăхĕ пулмалла иккен. Кашни ялтах чухăнсен комитечĕ тумалла. Хайкин йĕркелеиĕ ял Совечĕсене те тĕрĕслесе тухмалла, кирлĕ пулсан, çĕнĕрен суйлав ирттермелле. Продразверстка ĕçне те тĕрĕс майлаштармалла. Тата ялти пуянсене контрибуци тӳлеттерме тивет. Камран мĕн чул тырă, мĕн чул контрибуци укçан илмеллине тĕрĕсрех, хуçалăхне-пурлăхне кура палăртмалла. Кулакăн кăмăлне, шухăш-ĕмĕтне асăрхаса тăмалла. Паянхи ялти задачăсем çакăн пек.

Сахар кăшт та пулин çемйишĕн, тăван ялĕшĕн ытларах ĕçлеме шухăшланăччĕ. Анчах кăмака çинче ăшăнма вăхăт çитмен иккен-ха. Çитменнине тата, унăн халь кăмаки те çук.

— Архитектор пуласшăн эс, Захар Матвеевич, — терĕ Авандеев, йĕпхĕм хура куçне ялтăртаттарса. — Юрĕ. Куçминкка вулăсĕнче теп архитектор пулăн. Революци татăклă çĕнтерсен, çĕнĕ пӳрт-çуртсем тума архитекторсем тупăнĕç. Тен, сан ывăлусемех архитектора вĕренĕç. Халь çĕнĕ тĕнче тума пултаракан архитекторсем кирлĕ. Эсĕ çавăн пек çĕнĕ пурăнăç архитекторĕ пулатăн та ĕнтĕ… Чулçырмапа Сухоречкăна халех уйăрма пулать. Вĕсем чăн та уйрăм ялсем. Хутăш ялсенче вăл ĕçе тума тăхтас пулать-ха. Ун пирки Самартан ыйтăпăр, кирлĕ пулсан, Мускава та çырса пăхăнăр.

— Тепĕр ĕç, Тимофей Степанович. Чулçырмара учитель çук. Шкул çурчĕ те кирлĕ. Ялсене уйăрнă чухне чиркӳ çумĕнчи просвирня çуртне чăваш енне куçармалла тăвасчĕ, — ялти ĕçсем пиркиех вĕтеленчĕ Сахар.

— Ку вăл ман ĕç мар ĕнтĕ, — терĕ Авандеев, Сахара пӳлсе. — Шкул ĕçĕсем пирки калаçма хăвăн авалхи тусу патне кай. Халь вăхăтлăха çутĕç комиссарĕ Фрол Тимофеевич Ятросов. Мĕн кирлине майлаштареа парĕ вăл сана…

Сахар Ятрус Хрулккине курмании вунă çул ытла. Çавах вĕсем пĕрне-пĕри куçран пăхичченех палларĕç.

Шурă çуртри пысăк пӳлĕмре — тăват-пилĕк сĕтел. Сылтăм кĕтесре Хрулкка пĕр çамрăк йĕкĕтпе калаçса ларать. Тем мăкăртатса вăрçать вăл йĕкĕте. Сахар çавăнталла пăрăннăччĕ, каялла çаврăнса пăхрĕ те, Тоня ун хыççăн кĕменнине курсан, чарăнса тăчĕ. Çав самантра ăна Хрулкка сасă пачĕ.

— Кунта эпĕ, Захар Матвеевич. Килтĕн-тĕк, ирт тĕпеле, халех тухса ан тар ĕнтĕ.

Сахар чĕннĕ çĕреллех утрĕ.

— Пăх-ха эс çак услапа! — Хрулкка ăна хăйсем ĕнер кăна уйрăлнă пек алă пачĕ те йĕкĕте каллех вăрçа пуçларĕ. — Çамрăк пуçпах пукан çинче йĕм çĕтсе ларасшăн. Делопроизводитель пулма килнĕ кунта! Должность ятне кура, пысăк начальник пулап, тет пуль. Хăй учитель пулмалăх вĕреннĕ-ха, çапах учитель пуласшăн мар. Мĕн тӳрĕпе? Чăваш ялне каяс килмест. Хула çынни пуласшăн. Хулари мещенсен пурнăçне сăхланнă, çавăнпа: «Эп чăвашла калаçма та маннă», — тесе хăйне хăй элек тăвать. Мантарăп эп сана! Эп санран нумай вĕреннĕ, сан пек лапăртатас тесен, ĕлĕкхи пурнăçра столоначальник, статский советник пулма пултарăттăмччĕ. Эп сан аçу, аслаçу темелле. Ман сăмаха итлемесен, йĕплĕ хулăпа тивертĕп е… саботажник тесе, тĕрмене хупса лартăп.

Çапла каларĕ те Хрулкка ват çынла лĕхлетсе ячĕ.

— Хăлхаран пăрасчĕ сан йышшисене, — терĕ вăл каллех, кулма чарăнса. — Ан тар ялтан! Ан пис чăвашран! Ан вăтан чăваш ятĕнчен. Çĕкле ăна, мухтава тивĕçлĕ ту. Халь епле анлă çул уçăлчĕ пур вак халăхшăн та. Чăваша та пĕтĕм тĕнче пĕлекен пулĕ.

Иĕкĕчĕ комиссар çапла пĕрре мар çĕтĕлнине итлесе курнă пулас: пĕр хăрамасăр-аптрамасăрах, йăл кулса итлесе ларать.

— Ĕнерех учитель пулма килĕшрĕм, Фрол Тимофеевич вара паян та виçĕмкунхишĕн вăрçать, — терĕ йĕкĕт, Сахарпа кăна калаçнă пек. Унтаи Хрулкка умне тăрса, ват çынна вăрçтарас тенĕ пек, юри вырăсла сӳпĕлтетрĕ:

— Ĕненĕр мана, Фрол Тимофеевич! Сирĕншĕн çеç, сире атте вырăнне хурса хисепленĕрен кăиа, учитель пулма килĕшмен. Атту пулсан, чăнах де-ло-про-из-во-дитель пулаттăм. Ячĕ мĕн тĕрлĕ! Ге-не-ра-лйс-симус тенĕ пек янрать.

Чăвашсене мар, пӳлĕмри вырăссене те култарса тухса кайрĕ аптраман чăваш ачи.

Сахар мĕн ĕçпе килнине пĕлсен, Хрулкка йĕкĕте васкаса ăсатнăшăн ӳкĕнчĕ.

— Чулçырма пирки мансах кайнă эпĕ. Арланова сирĕн пата ямаллаччĕ. Фиронова валли пĕр-пĕр вырăс ялĕ тупса парăттăмăрччĕ, — терĕ вăл.

— Ачи кăмăла кайрĕ-ха. Кăшт Рамаша аса илтерчĕ вăл мана. Анчах Фироновăна урăх яла яма юрамасть. Амăшĕ унăн ватă та чирлĕ. Пăхакан çук. Тепĕр енчен, вăл пирĕншĕн унта темле чăвашран та хаклă çын пулать. Партие халех кĕме хатĕр вăл. Чăвашла калаçма пирĕн енче ĕçлесе час вĕренĕ. Халăха пĕрлештерес ĕçре вăл пире нумай усă кӳрĕ.

Хрулкка Сахарпа килĕшрĕ. Анчах Чулçырма шкулĕ валли вырăсран çурт куçарас пирки çуркуннеччен тăхтама хушрĕ.

— Вăл ĕçе уес исполкомĕ йĕркелесен майлаштарăпăр. Халь Лешеккисене вăрçтарни кăна пулĕ, — терĕ вăл.

Юлашкинчен Хрулкка Фироновăна чĕнме хушрĕ, хăйĕнпе паллашса, унăн хучĕсене тĕрĕслес терĕ.

Тоньăна чĕнме тухсан, Сахар тĕлĕнсе кайрĕ. Хайхи йĕкĕт хĕре хулран çаклатнă та урам пек сарлака коридорпа уткаласа çӳрет.

— Килес çул сирĕн пата ĕçлеме иыратăп, Захар Матвеевич. Сирĕн пирки мана Антонина Павловна каласа пачĕ, — терĕ йĕкĕт. — Çăмăлттай тесе ан шухăшлăр ман пирки. Фрол Тимофеевич ăс кĕрткелерĕ мана. Ман çăмăлттайланни вăл ытларах чухăн пурнăçран килнĕ. Хулари çынсем умĕнче сăмах чĕнмесĕр хăраса мĕскĕнленсе çӳрес килмест, ак Антонина Павловна пĕлет мана: эпир унпа ĕлĕкех, хулара вĕреннĕ чух, паллашнăччĕ.

— Пыр, пыр! — хĕпĕртерĕ Сахар. — Килес çул, чăн та, пире тепер учитель кирлĕ пулать. Унччен шкул çуртне те тăвăпăр.

Кăнтăрла ĕçсене çапла майлаштаркаларĕ Сахар. Каçпала вокзала Кăяш Тимккине ăсатма кайрĕ. Асатакансем татах та пынă-мĕн. Ревкома ĕлĕк уком секретарĕ пулнă Ильин юлташа хăварать Авандеев. Вăл Сахара çав Ильинпа паллаштарчĕ.

Авандеева ăсатса таврăннă чух Ильин хăй те Сахарпа нумай калаçрĕ. Юлашкинчен:

— Ыран штаба кĕрсе тух, пĕр вунă винтовка илсе кайăн, — терĕ. — Пирĕн уесра та кулаксем халăха пăлхатма тытăнаççĕ. Çав пăлхавсене пусарма хатĕр пулмалла пирĕн.

Ялти ĕçсене Тук икĕ енĕпе те пĕтĕмпех йĕркелесе янă хыççăн Тайман Сахарĕ, çемйине Селĕп Кириле патĕнчен Мулла Анукĕн пӳртне куçарчĕ. Фрол Тимофеевич хăй ăна çапла хушса ячĕ.

— Анăçсăр хĕрĕм шуррисемпе çапăçма кайрĕ, пӳртне- çуртне пăрахса хăварчĕ. Лаши те, ĕни те пур вĕт. Пурăнăр савăнса. Лаша кулаксенчен ыйтса тăмалли пулмĕ. Хăвăн лашуна кӳлнĕ пекех кӳлсе çӳре. Хуçи, тен, таврăнаймĕ те, — терĕ вăл, кăшт хурланса.

Лисук: «Тинех, çынсем пек, уйрăм пӳртре, çемьепе пурăнатпăр ĕнтĕ», — тесе савăннăччĕ. Çук çав, каллех пурăнса пулмарĕ. Сахар кунта куçнă куннех лаша кӳлчĕ те хăйĕн Куçминккана каймалли çинчен пĕлтерчĕ. Хăçан таврăнасси паллă мар, терĕ вăл. Макăрса та, ӳкĕтлесе те пăхрĕ Лисук. Юлашкинчен хӳхле пуçларĕ:

— Икĕ ывăл ача çуратрăм, пурăнмарĕç. Эс салтака кайнă чух йывăр çын пулса юлтăм, сансăр хĕрача çуратрăм, ăна та сансăрах, Тараспа иксĕмĕр макăрса пытартăмăр. Эс килте пулсан, тен, вăл та вилместчĕ-и? Ун чух, выçăллă-тутăллă пурăннипе, сĕт пĕтсе ларчĕ… Санран çамрăккисем килте пурăнаççĕ. Кам килтен хăвалать сана… Ма ман шăпам çав тери мĕскĕн-ши?..

Çилленчĕ те, хурланчĕ те Сахар Лисук çапла хӳхленĕ вăхăтра. Анчах ырă кăмăллă мĕскĕн хĕрарăма ним каласа йăпатма та пĕлеймерĕ.

— Ниçта та каймастăп, кунтах, çывăхрах пулатăп. Киле час-часах килсе çӳрĕп. Куçминкка, мĕн, инçе-им вăл? Çуран çур сехетре чупса çитме пулать, — текелесе, Сахар килкартине тухрĕ.

Кĕçех хапха уçăлчĕ, Мулла Анукĕн ула лаши Тайман Сахарне каллех ревком çулĕпе илсе кайрĕ.

Пӳртре Лисук хӳхлени илтĕнсе юлчĕ.

Пĕрремĕш абонент

Мăрзабай кивĕ пурăнăç саккунĕсене лайăх пĕлетчĕ. Пĕлетчĕ кăна мар, вĕсене ырлатчĕ те вăл. Ырлани те сахал: çав саккунсене тĕрĕс тытса пыратчĕ, хăй вара халăхшăн ырă тĕслĕх пулма тăрăшатчĕ. Анчах уншăн та мар, хăй старшина пулнăран та мар, — урăх тивĕçшĕн вăл хăйне пĕтĕм Российăшăн усăллă çын тесе шутлатчĕ.

«Тĕреклĕ хресчен» пирки, тен, белянкинсенчен те ытларах çуннă, ун тивĕçне палăртма тăрăшнă Мăрзабай. Хăйĕн хуçалăхĕ тĕреклĕрех чух, ытларах тырă акма тăрăшса, çапла шухăшлатчĕ вăл:

«Çавăн чухлĕ çĕр ĕçлесе, тырă акса пурăнма мĕне кирлĕ мана? Çынсем пĕр хăпартупа тăраннă чух эпĕ икĕ хăпарту çиместĕп вĕт. Пĕр хăпартуран та татăк юлать. Килйыш пысăк мар. Ик-виçĕ теçеттин çĕр аксан та çитĕччĕ мана. Ман пек хресченсем — Россия тĕрекĕсем. Пĕтĕм халăха тăрантарса пурăнатпăр. Аслă çынсем: «Самарская губерния — житница России», — теççĕ. Эпир ĕнтĕ вăл çав «житница». Çак мухтавлă ĕçре ман чапăм та пур. Пирĕн тулă çăнăхĕнчен Италире макарон тăваççĕ, тет. Пĕлместĕп, хам çисе курман, эпĕ, ытти чăвашсем пекех, салма çиетĕп. Çапах патшалăх ятне çĕртместпĕр, ăна çĕклеме тăрăшатпăр».

Халĕ ак хуçалăхсем юхăнсах пыраççĕ. Совет влаçĕ ялтан тырă пĕрмай тăпăлтарать. Тăпăлтарасса тăпăлтарать, анчах… анчах малашне епле пурăнма шутлать-ши вăл? Тĕреклĕ хуçалăхсене ура хурсан, кам вара çĕршывăмăра тăрантарса пурăнĕ?

Çапла Мăрзабай халĕ тата пысăкрах шухăша каякан пулчĕ. Шухăшсем пĕринпе пĕри хирĕçсе пĕтеççĕ тата пуçа пăтратсах яраççĕ. Чăнах та, пĕччен шухăшăн вĕçĕ те курăнмасть, тĕрĕслĕхĕ те палăрмасть. Вĕçне тупас тесен, кампа та пулин тавлашас пулать.

Вара Мăрзабай такампа тавлашма тытăнать. «Такамĕ» ăна хăш чух Хрулкка пек, хăш чух тахçанах вилнĕ шăллĕ Тимуш пек курăнать. Халь ак Тайман Сахаре пек курăнакан пулчĕ. Такамĕ хăй ăшĕнчех ларать-ха. Ана-кăна сисмесĕрех, хăйне хăй тĕрĕсе кăларасшăн, хăйпе хăй тавлашать Мăрзабай. Унăн шухăшне çырса илсен, çакăн пек диалог пулса тăрĕччĕ:


Мăрзабай. Çапла çав. Власть мĕнле пулсан та, эпĕ çĕршывшăн, патшалăхшăн кирлĕ çын. Тырă акса ӳстерсе, хула халăхне тăрантарса пурăнатăп.

Такам. Çавах сутнă тырăшăн укçа ытларах илме тăрăшаттăн эс. Укçасăр памастăнччĕ. Халь укçа тӳлемесĕр илекен влаçа вăрçатăн ав.

Мăрзабай. Укçине картла выляса ямастăп. Укçи хуçалăха тытса тăма, машинăсем туянма, тырă акса ӳстерме кирлĕ.

Такам. Капиталистсем те çапла калаçаççĕ. Эпир тăван промышленноçа аталантаратпăр, рабочи халăха ĕç паратпăр, теççĕ.

Мăрзабай. Тĕрĕс калаççĕ.

Такам. Эсĕ те хресчен мар вара, çавсем пекех капиталист пулса тăратăн.

Шухăшпа çак тĕле çитсен, Мăрзабай кăшт аптраса ларать.

Хресчен вăл. Капиталист та мар, улпут та мар. Улпутсем çĕр тытса ĕçе чăрмантарса тăчĕç. Вĕсен çĕрне туртса илсе хресчене пани тĕрĕс-ха вăл. Улпут ĕмĕрĕ чăнахах иртрĕ, пĕтрĕ. Çĕр хуçи камăн пулмалла? Чухăн хăйне хăй те тăрантарса пурнаймасть. Вăтам хресчен тени хăй пурăнкалать пулсан та, тырă нумай сутаймасть. Тĕреклĕ, йышлă выльăх-чĕрлĕхлĕ, машинăллă хуçалăхсăр çителĕклĕ тырă ӳстересси пулмасть.

Йăнăшаççĕ такамсем. Çапла, каллех вăй илсе, Такама хăй хупăрла пуçлать Мăрзабай.

Мăрзабай. Юрĕ. Эсир пире, капиталистсемпе танлаштарса, пĕтерсе лартма тăрăшатăр. Мăрзабайсене, медведевсене пĕтерсен, епле пурăнăр? Чахрунсене шансан, пурте выçă вилетĕр.

Такам. Чим-ха, ан васка. Йĕркипе калаçар. Сире никам та пĕтермест. Тĕк пурăнăр. Совет влаçне хирĕç ан пăлханăр. Халăха хĕтĕртме пăрахăр. Сире те тĕкĕнмĕç.

Мăрзабай. Ун пирки мана Çимун виçĕмçулах каланăччĕ. Вăл пĕр енчен кăна тĕрĕсе тухрĕ çав. Эп сире хирĕç кĕрешместĕп, халăха хĕтĕртместĕп. Мĕн пуласса сăнаса кĕтсе ларатăп. Эсир те мана кăлăхах килсе вăрçмастăр, тĕрмене хупса лартмастăр. Анчах тырă пар сире, укçасăрах пар. Укçине те пиртенех шăйăратăр. Паян парăп, ыран парăп, виçмине эпĕ те Чахрун пек пулса юлăп. Мĕн пулĕ вара? Эпир, хресченсем, мĕнле те пулин пурăнкалăпăр. Хула мĕн кăшласа пурăнĕ?

Такам. Эпир юри хресченсене çаратас тесе илместпĕр тырра, вăл пире Тăван çĕршыва вилĕмрен çăлма, капиталистсемпе ют патшалăхсен тыткăнĕнчен хăтарма кирлĕ…

Мăрзабай. Эсир вуна çула, çер çула мала пахса куракан çынсем вĕт. Манăн та темиçе çула та пулин мала пăхса курас килет. Калăпăр, эсир татăклă çĕнтертĕр. Вăрлăх-тырă хăш пӳлĕмре юлнă, хăшпĕринче юлман та. Çĕнĕ власть пуянсене юратмасть. Вĕсем те пуйма урăх шухăшламаççĕ тейĕпĕр, — вăрлăхĕ пулсан та ик теçеттинран ытла акмаççĕ. Кашни хăй валли çеç акать. Хресчен вăл хăйĕнчен ытлашшине çеç пасара кайса сутать. Ытлашши çук. Ытла та вак хуçалăхра мĕн ытлашши пултăр? Мĕнле пурăнма шухăшлать вара Совет патшалăхĕ?

Такам. Атя пĕрле шухăшласа пăхар. Шултра хуçалăхсем пулĕç-ха вĕсем. Халлĕхе, тен, Медведевсемех пулĕç, сан пек «тĕреклĕреххисем» те юлĕç. Малашне, чухăн хресченсемпе вăтам хресченсене пĕрлештерсе. шултра хуçалăхсем тума пулать. Коммуна тенине илтнĕ-и эс? Куракхăвисем çирĕм кил ялтан тухса ларасшăн. Пурте пĕрле коммунăпа ĕçлесшĕн. Вĕсен хуçалăхĕ вара шултра ху-çалăх Пулать. Сире те чарса лартмăпăр, коммунăсене аталанма та пулăшăпăр.

Мăрзабай. Столыпин кăтартса панă çулпа каясшăн-и вара эсир? Ку вăл ĕнтĕ хресчене илĕртме пултарать. Тепĕр енчен, Столыпинла мар, хăвăрла тăвасшăн, — хресчене пĕрлештерсе ĕçлеттересшĕн. Тӳрех калам, ĕç тухмасть сирĕн. Коммуна сăмахпа хресчене хăратса пăрахни çеç пулать.

Такам. Ăслă çын эс, Мăрзабан. Кĕнеке те нумай вуланă, анчах мĕн кирлине вуламан. Татах вула, «Столыпин» кĕнекене вуласа çитĕ ĕнтĕ. Ленин çырнисене вула. Ав халь Мелькуш пӳртĕнче каçсерен библиотека уçăлать. Унта Ленин çырнă кĕнекесем те пур. Хăшĕ вырăсла, хăшне чăвашла та куçарнă…


Мăрзабай «Такамĕ» тĕрĕс калать. Кăнтăрла Мелькуш пӳртĕнче — шкул, каçхине унта библиотека ĕçлет. Антонина Павловна учительница хуларак пĕр лав кĕнеке тиесе килнĕ. Вĕсене хума хăйĕн шкапне те çакăнта куçарнă.

Тарас, шкулшăн тунсăхланăскер, халĕ тăтăшах çавăнта чупа пуçларĕ. Учительницăна тетрадьсем тĕрĕслеме пулăшатчĕ. Тепĕр чух, Совета ĕçпе каймалла пулсан, Антонина Павловна Тараса хăй вырăнне пĕр-пĕр урок ирттерме те хăварать. Библиотека уçнă хыççăн пĕр-ик каç учительница хăех кĕнекесемпе айкашрĕ. Çук, капла ĕç тухмарĕ. Кашни каç киле çĕрле таврăнма çул çывăхах мар çав. Вара вăл çак ĕçе Тараса хăнăхтарчĕ. Ача тăрăшса, юратса ĕçленине курсан, кĕнеке шкапне ăна пачĕ.

Кашни каç, тĕттĕм пулсан, Тарас Мелькушăн шалти пӳртне кĕрсе ламна çутать, шкапа уçать те кĕнекесене хăшне сĕтел çине, хăшне партăсем çине хурса тухать. Малтан ачсем кăна çӳретчĕç. Пысăккисенчен Совет членĕсем хăшпĕр чух кĕрсе тухатчĕç.

Пĕррехинче Совет членĕсемпе пĕрле Мăрзабай мучи пырса кĕчĕ. Кĕнекесене тытса пăхкаларĕ.

— Маттур, — терĕ вăл, Тараса пуçран шăлса.

— Ачи маттур та-ха, вырăсла кĕнекесен ячĕсене пурне те ăнлантарса параймасть, — терĕ Ахтем Макарĕ. — Ак çак кĕнекен ячĕ мĕне пĕлтерет-ши?

Мăрзабай Макар аллинчи кĕнекене илчĕ те ятне сасăпа вуларĕ: «Гигантский кризис».

— Кăна ача мар, пупĕ те ăнлантарса параймĕ, — терĕ вăл, кулкаласа. — Гигантски тени пысăк, калама çук пысăк тени пулать-ха. Кризис тени вара, мĕнле калас… çитменлĕх пулать-и е йывăрлăха пĕлтерет-и? Çапла пуль, «калама çук пысăк йывăрлăх» тенине пĕлтерет пуль.

— Эс, Павăл мучи, кашни каç кил кунта, вара пурте çӳрекен пулĕç, — терĕ Тарас.

Мăрзабай кулса ячĕ.

— Эс мана помощник тăвасшăн-им вара? Укçа мĕн чул тӳлĕн, сана хăвна мĕн чул тӳлеççĕ? Çуррине мана парăн-и?

— Халăхшăн укçасăрах ĕçлетпĕр, — хуравларĕ Тарас. — Халăха çутта кăларас пулать. Ман атте икĕ çул укçасăрах ĕçлет.

Ача сăмахĕнчен Мăрзабай кăшт хĕрелсе ӳкрĕ. «Çутта кăларас пулать».

Çак сăмаха вăл хăй ĕлĕкрех тем чул каланă вĕт. Каланă çеç, ĕçне çак ача чухлĕ те туман.

— Ленин çырнă кĕнекесем пур-и сан кунта, Тарас Захарчă? — ыйтрĕ вăл, шӳтленĕ пек çеç каласа.

Тарас Мăрзабая виçĕ пĕчĕк кĕнеке тупса пачĕ: иккĕшĕ вырăсла, пĕри чăвашла кĕнекесем. «Кусене те илĕр вара, — тата икĕ пĕчĕк кĕнеке сĕнсе пăхрĕ вăл. — Иккĕшĕ те чăвашла».

— «Карл Маркспа Фридрих Энгельс», «Август Бебель», — вуларĕ Мăрзабай. — Кусене кайран, — терĕ те виçĕ кĕнеке илсе тухса кайрĕ.

Ахтем Макарĕпе Шатра Микка пĕрне-пĕри куçран чăр пăхса илчĕç.

— Пурте Мăрзабай пек пулсан, пире ĕçлеме çăмăлтарах пулĕччĕ, — терĕ Шатра Микка. — Тырă мĕн чул хурсан та, хирĕçсе тăмасть. Пĕркун контрибуци илме килнĕ вырăссене пĕлĕмпе сăйласа янă.

— Тĕлĕнтерет-ха вăл мана, — шухăша кайса сăмах хушрĕ Макар. — Ленин çырнине вуласшăн тата. Сан вырăнна Совета кĕрсе ларасшăн мар-и вăл?

— Лартăр, — те шӳтлесе, те чăннипех хуравларĕ Микка. — Старшина пулнă çын манран лайăхрах ĕçлĕ. Ман пек тĕттĕм çын мар. Мана алă пусма та аран вĕренткелерĕр.

— Пуп тата лайăхрах хут пĕлет. Ана та Совета суйламалла пуль вара, — тăрăхларĕ Макар.

— Мĕн кулан? Çӳçне кастартăр — Совета та суйлăпăр, — терĕ Микка ним чул та шӳтлеме шутламан çын пек. — Унăн ывăлĕ коммунист. Тиечук ывăлĕ — хĕрлĕ командир. Мăрзабай шăллĕн ывăлĕ ревком пуçлăхĕ те пулса курчĕ…

— Сана итлесен, пĕтĕм тĕнчере те пĕр коммунистсем анчах иккен. Юмах яра-яра суйма вĕреннĕ эс. Атя, луччă кайса çывăрар. Ыран ирех Лешеккине каçса Медведева силлемелле-ха пирĕн, контрибуци укçине парса татман вăл.

Советпа комбед председателĕсем тухса кайрĕç. Тарас сĕтел çине шкапран пĕр тетрадь кăларса хучĕ. Тетрадь çине Антонина Павловна хăй аллипе «Список абонентов» тесе çырнă. Хальччен кунта никам ятне те çырса хуманччĕ-ха, — çынсем кĕнекесене çакăнта кăшт вулакаласа çеç каятчĕç. Мăрзабай пĕрремĕш абонент пулса тăчĕ.

«Ку сăмаха Мăрзабай мучи те чăвашла куçараймĕ-ччĕ» — сасартăк мăнкăмăлланса шухăшларĕ ача. Тарас çавна куçарма пултарать: абонент тесе кĕнеке киле илсе кайса вулакана калаççĕ.

Мăрзабай Ленин çырнисене хăй абонент пулса тăнине сисмесĕрех вулать-ха.

«Ку вăл, çиелтен пăхсан, тырăшăн çеç кĕрешни пек курăнать. Чăннипе каласан, — социализмшăн кĕрешни пулать вăл».

Çапла каланă Ленин кулаксемпе тырăшăн кĕрешес пирки. Кам чăвашла куçарнă-ши Ленин сăмахĕсене? Çав, Иван Якăльч шкулĕнчен вĕренсе тухнă чăваш ачисемех ĕнтĕ. Çапла шухăшларĕ Мăрзабай. Унтан библи вуланă чух Хрулкка мĕн хăтланнйне астурĕ те кĕнекерен хăшпĕр вырăнсене хут çине çырса иле пуçларĕ. Вырăслинче çырса илмеллисем ытларах тупăнчĕç. Тĕрĕссипе каласан, вырăслисене лайăхрах ăиланчĕ вăл.

Чехсем мĕншĕн ниçта та мар, Самар кĕпĕрнинче тата Çĕпĕрте пăлхав çĕклесе чарăнса тăни çинчен Ленин çапла каланă иккен:

«… чтобы отрезать от России хлебные местности… как раз в хлебородных окраинах найти себе социальную опору, найти себе местности с преобладанием кулаков, богатых крестьян».

Акă вăл! Пире шанаççĕ пулать. Эпир вара Российăн тĕрекĕ пулас вырăнне ăна пĕтерсе лартма ют патшалăхсене пулăшмалла иккен. Сахарсем, Çимунсем, Хрулккасем, Ленин сăмахĕсене ăнланса, никам хушмасăрах, хăйсен ирĕкĕпе Российăшăн çапăçаççĕ-и… Е вĕсем хăйсемех хальхи лару-тăрăва тавçăракан пулнă-ши?

Ыттисем ма ăнланмаççĕ-ха вара? Ялта ман пек «кулаксем» çеç мар, пиртен чухăнрах хресченсем те иккĕленеççĕ. Эпĕ Совет влаçне ырласах каймастăп тейĕпĕр, анчах чехсем-комучсем те савăнтармарĕç мана. Кун пирки те Ленин юриех каланă тейĕн:

«Крестьянство, как и всякая мелкая буржуазия вообще, занимает и при диктатуре пролетариата среднее, про-межуточное положение: с одной стороны, это — довольно значительная (а в отсталой России громадная) масса трудящихся, объединяемая общим интересом трудящихся освободиться от помещика и капиталиста, с другой стороны, это — обособленные мелкие хозяева, собственники и торговцы. Такое экономическое положение неизбежно вызывает колебания между пролетариатом и буржуазией. А при обостренной борьбе между этими последними, при невероятно крутой ломке всех общественных отношений, при наибольшей привычке к старому, рутинному, неизме-няемому со стороны именно крестьян и мелких буржуа вообще, естественно, что мы неизбежно будем наблюдать среди них переходы от одной стороны к другой, колебания. повороты, неуверенность и т. д.».

Вуланăçемĕн тĕлĕнет Мăрзабай. Ленин пирки кам мĕн каланине аса илет. Эсерсем «нимĕç шпионĕ» тесе куçкĕретех суятчĕç.

«Çук, апла мар çав. Ленин — вырăс халăхĕн чăн таса чĕри, чăн ăслă пуçĕ. Тĕреклĕ хресченсен тивĕçне те курать пуль вăл, анчах шанмасть вĕсене… Пĕтĕмпех витĕр курса тăрать вĕт большевиксен çулпуçĕ. Хăй хресчен хушшинче пурăнса ӳснĕ пек. Пролетариата шанать. Социализмшăн кĕрешетпĕр тет. Анчах хресчен хуçалăхĕ çав çĕнĕ пурнăçра мĕиле пулмаллине кунта каламан çав. Урăх кĕнекере каланă пуль. Пулать те пуç. Ун пекки пĕтĕм тĕнчере çĕр çулта пĕр çын кăна çуралать пуль».

Çапла шухăшларĕ Мăрзабай виçĕ пĕчĕк кĕнеке вуласа тухнă хыççăн. Çапах унăн «Такампа» калаçмаллисем-тавлашмаллисем татах та пур-ха.

Колчак çывхарнă вăхăтра

Ялтан вăрахлăха тухса каяс умĕн Тайман Сахарĕ ял çыннисене тимлĕ сăнарĕ. Вара вăл ял Совечĕн председателĕ пулма Шатра Миккана, чухăнсеи комитечĕн предсе-дателĕ пулма — Ахтем Макарне суйлама палăртрĕ. Ма-кар та Микка пекех тӳрĕ çын. Кăмăлĕпе хытăрах, хăй вара çырма-вулама та пĕлет. Унтан тата Сахар Пашка Ваççине те асрах тытать, вăл та аптрамалла мар пек.

Çав виçĕ çын, Сахар пулăшнипе иĕрлешнĕскерсем, хăйсем тавра чылай пысăк актив пĕтĕçтерчĕç.

Лешеккинче те Сахар Советпа чухăнсен комитетĕнче ĕçлеме тивĕç çынсене палăртса хăварчĕ.

Сахар Куçминккана кайнăранпа ялта сайра хутра çеç пулкаларĕ. Пĕррехинче килсен, вăл ялта парти ячейки туса хăварчĕ. Чулçырмара партие виççĕн çырăнчĕç: Ахтем Макарĕ, Шатра Микка, Пашка Ваççи, Лешеккинче — тăваттăн. Чулçырмашăн та, Лешеккишĕн те пĕр ячейка пулчĕ. Советсем уйрăм ĕçленĕ вăхăтрах комячейка тени икĕ ялти коммунистсене, вĕсен ĕçне пĕтĕçтерсе тăрать, Тук икĕ енĕпе те Совет ĕçне ертсе пырать.

Çамрăк коммуиистсен ĕçĕ çăмăл пулмарĕ. Ĕçлени те — пĕрмаях ял çынниеене хирĕçтерсе çӳрени кăна тенĕ пек. Килĕрен çӳресе, хулана тырă леçтермелле, пуянраххисене тата унсăр пуçне контрибуци укçи тӳлеттермелле.

Кулаксем малтанхи вăхăтра шăпăртланнăччĕ. Мăрзабай каллех вĕсенчен ютшăнни те, ялсем власть тĕлĕшĕпе уйрăм пурăна пуçлани те вĕсен шухăшĕсемпе ĕçĕсене самаях арпаштарса ячĕ. Анчах ял куштанĕсем нумаях шăпăрт тăмарĕç.

Çăварни тĕлне çамрăкрах арçынсем Хĕрлĕ Çара мобилизаципе кайса пĕтрĕç. Чулçырмаран Пашка Ваççи, Лешеккинчен икĕ коммунист салтака лекрĕç. Ялăн революциллĕ вăй-халĕ чака пуçларĕ. Подкулачниксем хăюланса çитрĕç. Хальччен çын çинче калаçма именнĕ е хăранă карма çăварсем, кулаксем хĕтĕртнипе, хытă шав-лакан пулчĕç.

Тепĕр сăлтавне тупма çамрăк коммунистсем хăйсемех пулăшрĕç темелле. Пĕр ĕçе йăнăш турĕç вĕсем. Ырă та çемçешкерех кăмăллă Шатра Микка сĕнчĕ çав ĕçе, Ахтем Макарĕпе Гревцев вара пуç тавра шухăшласа пăхмасăрах килĕшрĕç. Кайран çакăншăн пурин те ӳкĕнмелле пулчĕ.

Ялта кашнийĕнех хурăнташ нумай. Чухăнсен хурăнташĕ пуян хушшинче те пур. Хурăнташлă пурăнакан çынна пырса хистеме, ирĕксĕрлеме ырă мар пек.

— Эпир Лешеккинче контрибуци укçи пухса çӳрĕпĕр, вырăссем — Чулçырмара. Капла калаçма та, хистеме те çăмăлрах пулĕ, — терĕ Шатра Микка.

Çапла турĕç те. Укçа пухнă чух ытлашши хирĕçӳ пулмарĕ. Пуянсем çеç укçа тӳленипе ял пăлханмарĕ. Пăлхавăр иккĕмĕш хут продразверстка пухма тытăнсан пуçланчĕ.

Пĕр продразверсткăна аран-аран парса татнăччĕ. Тепри килсе çитрĕ. Çак хыпар килсен, коммунистсем пурте Лешеккине пухăнса канашларĕç. Контрибуци пухасси ăнăçлă иртнĕрен, ку питĕ йывăр еее те çав мелпех тăвас терĕç: вырăссем чăвашра ĕçлеччĕр, чăвашсем — вырăсра.

Коммунистсем йăнăш туни часах палăрчĕ. Кулаксем тинех яла тӳррĕнех пăлхатма сăлтав тупрĕç.

Ку кăна та мар-ха, кулаксене халлантаракан тепĕр пысăк сăлтавĕ те çывхарса килет иккен. Çав сăлтав — Колчак. Анчах кам вăл Колчак? Шуйттан пĕлет-и ăна? Кирек кам пулсан та, вăл камунсене пĕтерет тесе калаçаççĕ. Колчак çĕнĕ патша пулать теççĕ.

Килессе килетех, ку еннелле çывхаратех Колчакĕ. Çитессе вара — те çитĕ кунта, те çитеймĕ те. Çавă шухăш-латтарать-ха Фальшина. Чехсем вăхăтĕнче пĕччен хăтланса хытă йăнăшрĕ вăл. Çавăнпа халĕ «ячейка» турĕ. Фальшин ушкăнĕ те икĕ ялти çынсене иĕрлештерсе тăрать. Вĕсен те хăйсен программа пур: «Советсем пулччăр, анчах камунсăр. Эпир Совет влаçне хирĕç мар, камунсене çеç хирĕç». Халь ĕнтĕ çĕнĕ продразверстка пирки пĕтĕм яла пăлхатма пулать. Халăха хĕтĕртмелли сăмаха коммунистсем хăйсемех тупса пачĕç…

Çак хушăра вулăсри ĕçсем те тĕрлĕрен пулкаларĕç, çапах хăш ялта та пулин кулаксем тӳррĕнех пăлханни пулманччĕ. Пурăнăç лăпкăрах юхăма кĕчĕ пек. Ревкомсене салатма вăхăт çитрĕ, халь вулăс ĕçĕсене исполком хăех туса пырать.

Çĕнĕ коммунистсен йышĕ ялта та хăвăрт ӳсе пуçларĕ. Парти ĕçĕ те вара çĕнĕлле йĕркеленчĕ. Темиçе вулăсри коммунистсене пĕрлештерсе райком турĕç. Райкомне пĕр-пĕр вулăс центрĕнче тума май килмерĕ: хăшпĕр ялсем центртан ытла инçе пулса юлаççĕ. Çавăнпа райком Ключевкăра пултăр терĕç. Çав яла чăвашсем темшĕн хăйсем Куракхăви тесе ят панă. Вăл Куçминкка вулăсĕн пĕр хĕрринче ларать, çав вăхăтрах темиçе вулăсри пур ялсемшĕн те центр пулса тăрать.

Куракхăви вăл ĕлĕкрех Куçминкка вулăсне кĕрекен пысăках мар ял пулнă. Çапах — вăл хула çулĕ çинче тата пысăк юханшыв хĕрринче ларатчĕ те — унта пасар пурччĕ. Çав пасара пула вара ялĕ питĕ хăвăрт ӳссе кайнă. Унта халь лавккасем те, пысăк хитре çуртсем те Куçминккаринчен ытларах.

Вулăс ревкомне салатнă хыççăн Сахар «ĕçсĕр» юлчĕ. Çавăншăн савăнса, вăл киле таврăнма хатĕрленчĕ. Райком ăна халех ярасшăн марччĕ те, вăл юлташĕсене ӳкĕтлеме пĕлчĕ. Унăн «ӳкĕтлĕ» сăмахĕ никамшăн та савăнăç-лă пулмарĕ.

— Колчак çывхарать, — терĕ Сахар, — паллах, вăл мĕнле хăвăрт çывхарсан та — Тук, Кутулук, Боровка юханшывсем урлă кăпăр-капăрах каçаймĕ. — Çав шывсем çинче кĕçех пăр тапранать. Чулçырма — вулăсра Тук сылтăм енче ларакан пĕртен-пĕр ял. Çурхи шыв чăваш ялне ытти ялсенчен чылай вăхăта уйăрса пăрахĕ. Кулак-сем вара Колчак çывхарнине кура алхасма тытăнĕç. Унта халь мĕнпурĕ те икĕ коммунист çеç. Вĕсем партие кĕни икĕ уйăх та çук-ха. Эпĕ çавăнта кирлĕрех пулăп.

Райком вара Сахар сăмахĕпе килĕшрĕ.

Мулла Анукĕн ула лаши шеп ĕçлерĕ кăçал революцишĕн. Сахар мĕн ялтан тухса кайнăранпа вулăс тăрăх çав лашапа çӳрерĕ. Паян ăна вăл юлашки хут кӳлчĕ пулĕ…

Лешекки урлă кайсан, лайăхрах пулатчĕ ĕнтĕ. Тульккĕш, пăр тапранасса кĕтсе, унта кĕпере те пăснă пуль. Тӳрех пăр урлă каçма хăрушă. Çавăнпа Сахар Тук урлă Куракхăви çывăхĕнчи çӳллĕ кĕперпе каçрĕ. Малалла вара сăрт енчи çулпа уттарчĕ.

Тавраналла пăхкаласа пынă май вăл шухăша кайрĕ.

Юлашки вăхăтра Мăрзабай пекех нумай шухăшлакан пулчĕ Сахар. Анчах унăн «Такампа» тавлашмалли çук. Революци çулĕ, парти çулĕ — уншăн пĕртен-пĕр тĕрĕс çул. Çулĕ тĕрĕс пулин те — тумхахлă. Вăл çулпа хальччен тĕнчере никам та çӳресе курман. Мăрзабай пек, хресчен хуçалăхĕ пирки те шухăшлать Сахар. Вăл та хуçалăх юхăнса пынăшăн кулянать, ун малашлăхĕшĕн пăшăрханать. Куракхăвинче ялхуçалăх коммуни пулать кăçал. Унта пĕрлешӳллĕ ĕç ăнсан — лайăх. Анмасан вара? Хресчене пачах хăратса пăрахма пулать. Çавах ĕç ăнасса шанать Сахар. Хĕçпăшаллă тăшмана пур çĕрте те çĕнтерсен, пурнăç мая кайĕччĕ те-ха… Чехсем таçта кайса хупланчĕç, халь тата Колчакĕ сиксе тухрĕ. «Верховнăй правитель» тет хăйне хăй. Патша пек пуласшăн ĕнтĕ. Пулаймăн. Чăн-чăн патшана ревком персе вĕлернĕ, сана та персе вĕлерĕç. Пат-шашăн çунакан халь хулара та, ялта та çук. Йӳтенĕ карчăксем çеç асăнкалаççĕ пуль. Тин вăй илсе пыракан Хĕрлĕ Çар Колчака малтанах чараймарĕ. Халь чарĕ. Чапаев дивизийĕ çак кунсенче кунтах килсе çитмелле пек. Штабĕ хуларах ĕнтĕ. Теи, Рамаша курма тивĕ. Ана курманни виçĕ çул ытла. Ачаччĕ ун чух… Аван ачаччĕ.

Сахар шухăшĕсем, кĕçех тепĕр çулпа пăрăнса, яла хăйĕнчен те маларах пырса кĕчĕç.

Тырă пирки иккĕмĕш хут разверстка хурса яни ялти ĕçе питĕ йывăрлатрĕ ĕнтĕ. Пӳлмесем, чăнах та, пушанса юлаççĕ. Революцие ăнланса-йышăнса çитмен хресчен, хальччен шарламанни те, хирĕçме пултарать. Вĕсене юриех хĕтĕртекен тупăнсан тата? Мăрзабай сăмах каласан, Совет влаçне хирĕç пĕтĕм ял çĕкленĕ. Çук, Мăрзабай аплах хăтланмĕ. Ывăлне çухатса та хальччен тӳснĕ-ха çынни, малашне те тӳсĕ. Тырă пирки тесен, вăл пуçтахланса каяс çук. Ана хăй валли Хăмăшлăра кăшт пытарса хăварĕ те ыттине пĕтĕмпех парĕ. Унсăр пуçне Хаяр Макар та пур çав унта. Ку вара хăрушă çын.

Ултă çул каярах пулса иртнĕ хĕллехи туй мыскари те аса килчĕ. Хăрамаллипех хăраса ӳкнĕччĕ вĕт çавăн чух Макартан, Якалĕнче чарăнмасăр вăрттăн çулпа пăрăнса, Весуккана вĕçтернĕччĕ. Хаяр Макар ун тăшманĕ пулса тăнăччĕ. Халĕ те тăшман мар-и? Класла тăшман. Çавăнтанпах тĕл пулманччĕ-ха хăйне. Пĕркунсенче пухусене çӳремерĕ вăл. Макар çеç мар, ытти куштансем те шăпăртланнăччĕ ун чух. Халь темĕнле ĕнтĕ унта.

Хаяр Макара асăнса кăмăлне пăтратнă хыççăн Сахар хăйне хăй юрă мăрăлтатса кăшт йăпатас терĕ:

Вуниккĕн те тăрçă, ай, ут çулсан,

Вуниккĕн те тăрса, ут çулсан,

Кӳмĕпĕр-ши çаран илемне?

Тем чул юрланă Сахар туй юррисене. Анчах туйра юрланă чух, те ӳсĕр пулнăран, те юрла-юрла ытла хăнăхса çитнĕрен, сăмах пĕлтерĕшĕ пирки пĕртте шухăшламан, Халь сăмахĕсене юриех тăнласа юрларĕ Сахар.

Хресчен ĕçĕнче — кашни ĕçрех çапла пуль! — тертрен пуçне илем те пур вĕт! Юрăра ăна сăмах майĕн çеç асăнса илнĕ, çапах та хитре каланă. Куç умне вăйпитти арçынсем, вуниккĕн ĕретĕн тăрса, савăккăн харăс сулăнса, пĕр-пĕринпе ăмăртса, çавапа чашлаттарса ныни тухса тăчĕ. Чăн та, çаран илемĕ, ĕç илемĕ!

Тем те пур çав туй юррисенче. Ак тата:

Чие аври çирĕп, ай, тееççĕ,

Тееççĕ те пĕкĕ аваççĕ.

Пĕккийĕсем начар, ай, пулсан та,

Çавах чие пĕкки тееççĕ.

Пире çынсем чухăн, ай, тееççĕ,

Пире çынсем чухăн тееççĕ.

Пире ытла чухăн, ай, тесен те,

Ратнийĕсем пуян тееççĕ.

Çук, юрăпа йăпанса та сĕвĕртеймерĕ Сахар пăшăрхантаракан шухăшсене. Юра сăмахĕсем лăплантарма мар, сасартăк сехĕрлентерсе пăрахрĕç ăна.

Ялта хăшпĕр чух класлă кĕрешĕвĕн майне-шывне тупма хĕн. Чухăнпа пуян ĕмĕр пĕр ялта пурăнса, ратнеленсе, тĕрлĕ йăласемпе çыхăнса пĕтнĕ. Пĕр-пĕр Хаяр Макар çине тăрсан…

Утса пыракан лашана Сахар тăрук пушăпа тивертрĕ те çине тăрсах юрттарма тăрăшрĕ.

Хăвала, Сахар, лашуна, хăвала! Туйра Хаяр Макара ирттерес тесе чуптарнă пек чуптар лашуна. Чулçырмара халь туй тăваççĕ, çав туя ĕлкĕрме тăрăш. Пуян туй пуçĕнчен эс халь хăрами пултăн, юнлă туйра вилмелле пулсан та, иккĕленсе тăмăн, Хаяр Макартан тарса çӳремĕн…

Пĕчĕк Тарас та васкать. Ашшĕ ним пĕлмесĕрех пăшăрханса яла васканă вăхăтра вăл, мĕн пĕлнипе сехĕрленсе ӳкнĕскер, ял тепĕр вĕçне йĕлтĕрпе шуса тухрĕ.

Тарас шкула хăйĕн библиотекине уçма кайма хатĕрленнĕччĕ.

Совет тĕлĕнче халăх тем хытă шавланине илтсен, малтан тата çавăнта çитсе курас терĕ.

Халăх шавланн таçтанах илтĕнет. Тарас тăнласа тăчĕ:

— Вырăссене çыхса пăрахнă… Камунсене витене хупнă… Шатра Миккана çапса вĕлернĕ…

Тарас, урамри çынсем мĕн калаçнине лайăхрах илтес тесе, çывăхрах пычĕ.

— Лешеккинчен вырăссем килсен, мĕн пулĕ вара?!

— Килмеççĕ вĕсем. Каçма хăрĕç. Пăр шанчăклă мар халь.

— Пурпĕрех каçармаççĕ вĕсене. Кĕпер патне хуралтăратнă.

Кулак пăлхавĕсем пирки Тарас Ольăран та, ашшĕнчен те нумай илтнĕ. Хăйĕн халь мĕн тумаллине хăвăрт тавçăрса илчĕ ача. Килне чупса çитрĕ те, йĕлтĕрĕсене йăтса, Чӳккукри еннелле ыткăнчĕ. Унта хурал çук, йĕлтĕрпе кайсан Тук пăрĕ те çĕмрĕлмест.

Пиччĕшĕн çуллахи çулĕ уншăн хĕллехи çул пулса тăчĕ.

Туй пуçĕ

Каç пулса килетчĕ. Тырă пирки ял тăрăх çӳрекен вырăссем, Шалтикасра ĕç пĕтерсе, Лешеккине таврăнма хатĕрленнĕччĕ. Çав вăхăтра Вăрăм Ваçили, çатан шалчи йăтса, урама чупса тухрĕ те кăравул кăшкăра пуçларĕ:

— Тытăр вырăссене, шалчапа çапăр вĕсене! Вырăссем пама тивĕç тырра камунсем чăвашран тăпăлтараççĕ. Кăравул!..

Çакна кĕтсе тăнă пекех, пилĕк-ултă çын вырăссене хупăрласа илчĕ те лăска пуçларĕ. Çав вăхăтрах тата такам теçетниксене ял тăрăх халаха пухăва чĕнме чуптарнă.

Шатра Миккапа Ахтем Макарĕ, халь кăиа Лешеккинчен таврăннăскерсем, килтехчĕ. Шалтикасра мĕн пулнине илтменччĕ-ха вĕсем. Микка, урине салтса, хутнă кăмака умĕнче ăшăнса ларатчĕ. Уи патне Макар хашăлтатса пырса кĕчĕ.

— Пуху пухма эс хушрăн-им? Ма мана каламарăн?

— Хушман, Макар Петровчă. Эс ху чухăнсене пухас тесе калаçнăччĕ.

Çав вăхăтра Паçук чупса кĕчĕ, тулăксăр хӳхлеме пуçларĕ. Арçынсем вăл каланине аран ăнланса илчĕç. Шалтикасра халăх шавлать иккен, камунсене вăрçаççĕ, тет.

— Атя часрах! — терĕ Макар. — Эп Лешеккинчех паян тем пуласса сиспĕччĕ. Сана кăлăхах пăлхатас мар тесе каламарăм.

Микка васкаса ура сырчĕ те сăхман тăхăнчĕ. Арăмĕ тата хытăрах хӳхлесе ячĕ:

— Ан кай, ашшĕ, ан кай, тархасшăн! Вĕлереççĕ сана унта. Пĕтĕм халăх урса кайнă, камунсене пĕтеретпĕр тесе кăшкăраççĕ.

— Эй, ухмах, — терĕ Микка, тухса каяс умĕн арăмне çурăмран лăпкаса. — Вĕлерес тесен, кунтах килсе вĕлерĕç. Çук. Совет влаçне вĕлереймеççĕ вĕсем…

Тĕплĕ урампа Тăвăрхушлăх кĕтессине, Совет çурчĕ тĕлне, халăх, чăнах та, питĕ нумай пухăннă. Шавлаççĕ. Пӳртре хăй çутнă, унта та çын лăках. Макарпа Микка чӳрече çути тĕлне пулсан, тахăш:

— Ак тата камунсем, тытăр вĕсене! — тесе çухăрса ячĕ.

Çав вăхăтрах Макара Миккаран уйăрса ячĕç. Шатра Миккана икĕ çын пӳрте çавăтса кĕрес тесе сĕтĕрчĕ. Килкартинче — те палламасăр, те юриех — такам ăна ĕнсерен танклаттарнă та, вăл, тăнне çухатса, çĕре тĕшĕрĕлсе аннă.

Пӳртре чăлах вырăс хăйне хăй ял хуçи пек тыткалать. Колчака шанса хăюлланнăскер, купца чĕлхипе йăпăлтатма пăрахнă халĕ Смоляков. Анчах чăн хуçи вăл мар-ха. Лешĕ вара темшĕн кăмака кукрине кĕрсе ларнă. Хăйне халăх юратманнине пĕлет Хаяр Макар. Çавăнпа мала тухмасть, хăй вырăнне ыттисене калаçтарать: карма çăварсем унсăрăн та чылай. Вăрăм Ваçилирен пуçне тата Пăсара Макарĕ, Шакмак, Тимĕрçĕ Яккăвĕ, Мирски Тимук, Шăрчăк Праканĕ…

Ĕçе саккунлă пек туса, пухăва Шатра Миккана хăйне уçтарасшăнччĕ пăлхав пуçлакансем. Шутласа хунă пек пулаймарĕ çав: Шатра Микка тăнсăр выртать терĕç. Вара Хаяр Макар пуху уçма председатель пулса курнă Чахрун Мишшине хушрĕ. Лешĕ сĕтел хушшине пĕчченех кĕрсе ларчĕ. Çимук писăр пухăва килмен. Смоляков сăмах каларĕ:

— Эпĕр Совет влаçне хйрĕç мар, — терĕ вăл. — Анчах тырă урăх памастпăр!

— Памастпăр, памастпăр.

— Вырăссемшĕн тӳлеместпĕр, — кĕрлесе илчĕ халăх.

— Тырă çук пирĕн, — сӳпĕлтетрĕ малалла Смоляков. — Пуянсем те çук пирĕн. Пурте хресченсем, пурте пĕр тан. Контрибуци укçине тĕрĕс мар илчĕç пиртен. Эпир Совет влаçне хирĕç мар, ял Совечĕ пултăрах. Совета паян урăх çынсене суйлатпăр. Камунсем кирлĕ мар пире. Камун тума ялтан тухса кайччăр вĕсем. Чармастпăр!

— Чармастпăр, кайччăр!

— Камунсем кирлĕ мар пире!

— Ялтан хăваласа ярас вĕсене!..

— Мĕн унта, Совет суйламалли! — кăшкăрчĕ юлашкинчен Вăрăм Ваçили. — Смолякова староста тăвас. Ĕçĕ те пĕтнĕ. Тепĕр эрнерен пурпĕрех кунта Колчак килсе çитет…

— Колчак килмест, Чапаев килет! — терĕ такам уçă та çирĕп сасăпа алăк патĕнче.

Тĕпеле Тайман Сахарĕ хĕсĕнсе иртрĕ. Хăшĕ вăл килсе кĕнине асăрхайман, хăшĕ тăруках паллайман та. Пăлхав пуçлăхĕсем те, аптраса кайнипе, тăруках сăмах чĕнеймерĕç.

— Мĕн сăлтавпа кĕрлетер, туй тăватăр, пĕлессĕм килет! Кам кунта мăн кĕрӳ сирĕн? Кĕçĕн кĕрĕвĕ эсĕ пуль ĕнтĕ, Василий Карпчă, — терĕ Сахар, маччана шерте пек перĕнсе тăракан Вăрăм Ваçили пуçне пӳрнепе тĕллесе.

Çынсем, вăл Вăрăм Ваçилие кĕçĕн кĕрӳ тенĕрен, ирĕксĕрех кулса ячĕç.

Сахар кунта унччен мĕн пулса иртнине лайăх пĕлмест. Çапах, алăк патĕнче кăшт итлесе тăрса, акă мĕн курчĕ вăл: кăшкăракансем пĕр пилĕк-ултă çынран ытла мар. Кусем те тӳррĕнех Совет влаçне хирĕç калаçма хăраççĕ. Малтан халăх кăмăлне сĕвĕрĕлтерсе, шӳтлекелесе, кирлĕ еннелле çавăрса яма тăрăшрĕ Сахар:

— Кам хĕтĕртет сире коммунистсене хирĕç? — сассине хытарса, йĕри-тавра пăхса илчĕ Сахар. — Эс, Василий Карпчă, хăвăн сăмахна каламастăн-ха. Сана Колчак кирлĕ мар, эс ху Колчак сĕмлĕ пăртак. — Халăх хушшинче каллех кулни илтĕнчĕ. — Вăт сана, Смоляков, халăха улталаса пурăнма Колчак кирлех ĕнтĕ. Анчах ку туйра туй пуçĕ эсĕ те мар пуль-ха. Юлташсем! Кулаксем улталаса хĕтĕртеççĕ сире…

Çав вăхăтра кăмака кукринче курăнмасăр ларахан Хаяр Макар ура çине тăчĕ. (Сахар пирки такам «пĕччен килнĕ» тесе систерчĕ ăна.) Сахар халăха култарса унăн çиллине пăртак сĕвĕрĕлтернине сисрĕ вăл. Унăн помощникĕсем, капла пуласса кĕтменскерсем, халь вăл мĕн каласса кĕтсе тăнине те курчĕ Хаяр Макар.

— Камунсен пуçлăхĕ вăл! — тискер сасăпа кăшкăрчĕ Макар. — Ан итлĕр ăна. Яла килсе пĕтĕм ĕçе арпаштарса хăварчĕ. Çав ĕнтĕ ялпа суйланă Совета тиркесе, унта камунсене кĕртсе лартрĕ…

— А-а-а! Туй пуçĕ тупăнчĕ те хайхи! Ак кам сире хĕтĕртет, юлташсем. Куштан-пуян сăмахне итлесе кăшкăрашатăр. — Хаяр Макара пӳлсе, хăйне хăй пусарса лăпкăн калаçма тăрăшрĕ Сахар. Анчах та Круни юнĕ вĕреме пуçланинехăй те сисмерĕ, хĕрсех кăшкăрчĕ: — Кам сăмахне итлетĕр! Ахальтен мар Хаяр Макар тесе чĕнеççĕ ăна. Емĕрне никама ырă туман вăл. Кашкăр вăл…

Хаяр Макар Вăрăм Ваçилирен кăшт çеç кĕскерех, анчах ун пек типшĕм мар. Унăн та пуçĕ маччана кăшт çеç перĕнмест. Кăвакарнă пуçĕпе кĕске кастарнă сухалĕ унăн кашкăр çăмĕ тĕслĕ. Çăварне карсан, кашкăрăнни пек асав шăлĕсем курăнаççĕ. Сахар юлашки сăмахĕсене каласа та пĕтереймерĕ. Хаяр Макар, чăн-чăн кашкăр пек пулса, тĕпелелле ыткăнчĕ.

— Тытăр камунсен пуçлăхне, мĕн çăвар карса тăратăр! — тӳрех хушрĕ вăл Мирски Тимукпа Вăрăм Ваçилине. Сахар, çавна кĕтнĕ пек, хыçра çын ан пултăр тесе, сĕтел çумне тĕрĕннĕччĕ, сулахай аллине писăр лармалли йукан хыçĕ çине хунăччĕ. Мирски Тимукпа Вăрăм Ваçили, Хаяр Макара итлесе, Сахара алăран тытма пикенчĕç. Çак самантра Сахар сулахай аллипе Вăрăм Ваçили çине пукан ывăтрĕ, сылтăммипе Тимука тĕртсе ячĕ. Хăй сĕтел çине сиксе хăпарчĕ те наганне туртса кăларчĕ.

— Переп! — мĕкĕрчĕ вăл Хаяр Макартан та хаяртарах. Тепĕр самантран, тен, иемесĕрех, чӳречерен урамалла чăматчĕ пуль вăл, çав вăхăтра тулта, çывăхрах, чăнах та, пăшал кĕрĕслетни илтенчĕ.

Пӳртре пурте мĕнле тăнă, çаплах хытса кайрĕç. Хаяр Макар çеç алăк еннелле туртăнчĕ. Сахар хăй те аптраса ӳкрĕ.

Алăкра хулăн сасă аслати пек кĕрлесе кайрĕ:

— Не шевелиться! Всем оставаться на месте. Вы окружены отрядом.

Халăха сирсе, тĕпеле çӳллĕ, тĕреклĕ вырăс иртрĕ. Çине вăл шинель тăхăннă. Хĕрлĕ тăрăллă хура çĕлĕкĕ ĕнси хыçнелле хывăнса ӳкес пек усăннă.

— Карательни отряд килнĕ, — хăйăлтатрĕ тахăшĕ.

— Запомните раз и навсегда, — терĕ вырăс, сăмах чĕннĕ чăваш еннелле çаврăнса: — у Советской власти нет для народа карательных отрядов, но врагов революции и Советской власти будем карать сурово…

Сассине малтанах палланăччĕ Сахар, хăйне вара тин палласа илчĕ. Вăл сĕтел çинчен сиксе анчĕ те йăвашланнă сасăпа: «Здравствуйте, товарищ Радаев!» — терĕ.

Вырăс: «Вы окружены», тенĕ чух çурта никам та çавăрса илменччĕ-ха, вăл пенĕ хыççăн урамра тем кĕтсе, Шавласа тăракан халăх тарса саланчĕ. Тепĕр вунă минутран тин Çырмапуçĕнчен пилĕк-ултă çын пăшал йăтса чупса килчĕ. Вĕсем пырса çитнĕ çĕре халăх хăех, Радаев хушнипе, пăлхав пуçаракансене витене хупнăччĕ, Совет членĕсене — вырăссене те, чăвашсене те — тыткăнран хăтарнăччĕ.

… Тарас йĕлтĕрпе тӳрех Ольăсем патне чупса çитрĕ. Унта савăнăç: Ольăн куккăшĕ, Николай Васильевич Радаев, нумай вăхăт хыпарсăр çухалса пурăннăскер, халь кăна яла таврăннă, Ольăсем патĕнче юмахласа ларать. Гревцевпа Фиронова та кунта.

Пӳрте хашкаса кĕнĕ ача вĕсене урăх савăнма памарĕ, Чулçырмари пăлхав çинчен каласа пĕлтерчĕ. Вăт инкек! Вырăс енчи коммунистсенчен пĕр Гревцев çеç килте юлнă, ыттисем пурте лере — тыткăнра пулать. Çын тупма пулĕ-ха, хĕçпăшал вара ялта çук. Радаевăн хăйĕн йывăç йĕнĕллĕ маузер пур. Çав кăна. Кĕпер патне пăлхавçăсем хурал тăратнă тет тата. Кĕперне пăснă. Тук пăрĕ каçма шанчăклă мар.

— Каçасса каçăпăр-ха. Пурте пĕр вĕренпе çыхăнса каçма пулать. Пĕри пăр айне путсан, теприсем туртса кăларĕç, — терĕ Радаев. — Тульккĕш хурал тăракан тĕлте мар, вĕсене систермесĕр урăх тĕлте каçас пулать.

Ольăпа Тарас та канашлура усăллă пулчĕç. Тарас никам кĕтмен çĕртен: «Пирĕн килте пилĕк винтовка пур. Патронсем те лăках», — терĕ. Хуларан илсе килнĕ винтовкăсене çуррине хăйпе илсе кайнăччĕ Сахар, çуррине килте пытарса хăварнăччĕ. Арăмĕнчен те вăрттăн пытарчĕ вăл, анчах Тараса шанчĕ.

— Шарлак тĕлте каçас та, чăвашсем вăрман касма çӳрекен çул çине тухас, — терĕ Оля.

Çапла вара Радаев Чулçырмана пĕчĕк отряд ертсе каçрĕ. Хĕрарăмсене илмерĕ.

— Кунта юлăр. Эпир те пăлхавçăсен аллине лексен, Тараска сире систерĕ. Вара лаша кӳлĕр те тӳрех Ключевкăна вĕçтерĕр, — терĕ вăл.

Яла кĕрсен, Радаев юлташĕсене, Тараспа пĕрле, хĕçпăшалланма чуптарчĕ, хăй халăх пухăннă çĕре пĕчченех утрĕ. Урамра «Разойдись!» тесе çӳлелле персе янă хыççăн вăл, маузерне тытса, пӳрте кĕчĕ.

Çапла, Тарас сăнавлă та тавçăруллă пулнăран, халь кăна хуларан килнĕ Радаев чăваш «туйне» вăхăтра ĕлкĕрчĕ.

Кулаксен телейне, Шатра Микка пăртакран самайланчĕ. Пăлхав пуçлакансене — Хаяр Макара, Пуян Танюша, Смолякова, Вăрăм Ваçилие, Мирски Тимука — Куракхăвине ăсатрĕç. Халĕ Куçминкка вулăсĕн центрĕ те çавăнта ĕнтĕ.

Куракхăвинче хăшпĕрисем ку пăлхав пирки малтан кулкалама пăхрĕç, ку вăл «шыв куркинчи çил-тăвăл», текелерĕç, кайран вара, райком пухăнсан, апла калаçакан тупăнмарĕ.

Çав кунах, Колчак çывхарнине кура, кашни вулăсра каллех ревком турĕç. Куçминкка ревкомне тунă чух Тайманкин халлĕхе ялтах юлтăр, ревком пуçлăхĕ Радаев пулĕ терĕç. Пăлхавçăсен шăпине татса иама ревкома хăйне хушрĕç.

Ревком кун пирки аптраса пĕтрĕ. Вĕсене пурне те персе вĕлерме сăлтав сахалтарах. Никама та вĕлермен-ха пăлхавçăсем. Совет влаçне те хурламан. Шатра Микка пирки пурте тунаççĕ, ăна пӳрнепе те тĕкĕнме хушманччĕ теççĕ. Хăй алăк янаххине çапăннă пулать. Пыр та тĕрĕсле халь! Ревкомăн следстви тăвас, срок парас йăла çук. Е персе вĕлер, е кăларса яр. Вара ревком «хăрушă» решени йышăнчĕ: условно персе вĕлерес. Приговорта çапла çырнă:

«Çак приговорта асăннă çынсем виçĕ çул хушшинче Совет влаçне хирĕç е коммунистсене хирĕç халăха тепре хĕтĕртме пуçласан, вĕсене сутсăр-мĕнсĕр çавăнтах персе пăрахмалла. Кам аллинче çак приговор пулать, çав çын приговора кирлĕ чух ĕçе кĕртет». Приговорта тăватă çын ятне асăннă, анчах Вăрăм Ваçилипе Мирски Тимукăн ячĕсем çук унта. Тăваттăмăшĕ кам пулнă вара?

«Çав туйăн» чăн-чăн «туй пуçĕ», Фальшин, пăрăнса юлайман. Мирски Тимукпа Смоляков кăтартнă тăрăх, пăлханма хĕтĕртекенни, вĕсеие ертсе пыраканни, çав пул-нă. Ана та Куракхăвине илсе килчĕç, астумалăх тесе, пĕр-ик куна хупса лартрĕç. Ирĕке кăларас умĕн пăлхавçăсене приговор вуласа пачĕç. Вăрăм Ваçили хăйне асăнманран макăрса ячĕ. Фальшин пăлханчĕ.

— Мана нимсĕрех кунта хутшăнтартăр, Мурзабайкина асăнмастăр. Пĕлессĕр килсен пире вăл вĕрентрĕ, «ывăла вĕлернĕшĕн эп коммунистсене кураймастăп», терĕ.

Вăрăм Ваçили урса кайрĕ. «Суятăн, сволочь!» тесе кăшкăрчĕ те Фальшйн пуçĕ çине лач! сурчĕ.

— Ытлашши калаçатăн, Никон Иванчă, — тӳсеймерĕ Смоляков та. — Мурзабай вĕрентнĕ пулсан, ĕçе çапла ухмахла туман пулăттăмăр.

«Ну, кусем урăх пăлханмĕç ĕнтĕ, вĕсем хушшинче килĕшӳ пĕтрĕ халĕ», — шухăшларĕ Радаев, ăнман пăлхавçăсене кăларса ярсан.

Сахара киле ăсатнă чух вăл юлташне савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ.

— Паттăр ывăлупа эпĕ тинех паллашатăп ĕнтĕ, Захар Васильевич, — терĕ ревком пуçлăхĕ. — Кутяков бригади паян-ыран Тоцкине килсе çитет.

Куракхăвинче пăлхавçăсен ĕçĕпе эрне яхăн аппаланса, Сахар киле таврăнма аран ĕлкĕрчĕ. Çул пăсăлнине пула, çунине те пăрахса хăварма тиврĕ. Ула лашана йĕнерсĕрех утланса, çӳллĕ кĕпер урлă çул тытрĕ вăл. Пĕчĕк варсем урлă чиперех каçрĕ. Ялтан пĕр-ик çухрăмра пысăк вар пур. Çавăн урлă темле каçăп ĕнтĕ тесе пăшăрханса пынă чух пăлхавçăсем аса килчĕç. Çуран танкканă пуль-ха вĕсем. Хăш çулпа кайнă-ши?

Часах умра аслă вар шавлани илтĕнчĕ, шыв хĕрринче аптраса тăракан çынсем курăнчĕç. Çавсем!

Темшĕн виççĕш кăна-ха вĕсем: Вăрăм Ваçили, Мирски Тимук тата Смоляков.

— Ма виççĕн çеç, ыттисем ăçта? — ыйтрĕ Сахар ним пулман пекех.

— Пуянсем пуянпа Лешеккине кайрĕç. Ключевка пуянĕ лаша пачĕ вĕсене. Хальччен çитрĕç те пуль, унта варсем çук, — терĕ Смоляков, хăй чухăн çын пек.

— Çитнĕ пулсан та, Тук урлă каçаймĕç-ха вĕсем, — терĕ Сахар, урăх ним калама аптраса.

— Пуянсем киле таврăнма васкамаççĕ. Кайран кимĕпе каçĕç-ха. Халĕ Фальшин патĕнче кăмăшка ĕçеççĕ пулĕ, — сăмах хушрĕ шăнса ĕнтĕркенĕ Вăрăм Ваçили.

Иккĕшин уринче атă, ку вара çăпата сырнă. Пĕчĕк варсем урлă каçнă чух лачкам йĕпеннĕ хăй, мĕскĕн. Сахар пăхрĕ-пăхрĕ те:

— Чимĕр-ха, малтан пĕччен каçса пăхам, çул тĕрĕслем. Кайран пурне те лартса каçарăп, — терĕ.

Черетпе виççĕшĕ те Сахар хыçне ларса каçрĕç.

— Урăх варсем çук ĕнтĕ. Эпир, атăллисем, çуранах çитĕпĕр. Эс, Василий Карпчă, лашапа вĕçтер яла. Шăнса пăсăлма пултаратăн. Ашăнмалăх кăна, тен, кăмăшка тупăн килте, — ырă сунчĕ Сахар паçăрхи тăшманне.

Унчченех ĕнтĕркесе макăрас патне çитнĕ çын халĕ: «Тупăп», — терĕ те, чăнах та, кăшт куççуль юхтарчĕ. Çын сăмахне итлекен, анчах та çемçе кăмăллă Ваçили урă чух çапла, нимсĕрех тенĕ пек, макăркалать. Ĕçсен вара ун пек паттăр тĕнчере те çук. Çакна шута илсе ĕçтернĕ ĕнтĕ ăна куштансем.

Атăллисем виççĕн юлсан, Сахарпа Смоляков, хăйсем хушшинче нимех те пулман пек, питĕ лăпкăн калаçрĕç. Иртнине асăнмарĕç ĕнтĕ. Калаçмалли унсăрăн та тупăнчĕ. Мăрзабай тарçи çул тăршшĕпе пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Кĕçех вăл, «уксахласа», кая юлчĕ.

Çурхи шыв

Саманипе çанталăк кăçал ăмăртса васкарĕç.

Шурă сăртсем хуралчĕç те ешерчĕç; чĕмсĕр варсем шавларĕç те кĕрлерĕç.

Тук шывĕ тулса кайрĕ, сылтăм енчи чăнкă çырана кăшла-кăшла, çӳлтен-çӳле хăпарчĕ. Смоляковăн хыçалти тимĕр алăкне пырса çапăнчĕ, Селĕп Кирилен хӳмесĕр килкартине юхса кĕчĕ.

Хайхи Çимĕк улăхĕсем, Юплĕ кӳлĕсем, Киремет шурлăхĕсем кунта нихçан пулман тейĕн. Вăрмантан сăртлăха çити Чулçырмаран Лешеккине çити сарăлчĕ çурхи шыв.

Çанталăк çапла ашкăннă вăхăтра ял тăруках лăпланчĕ.

Колчак çарĕсем те çурхи шыв пек сарăлса килеççĕ. Енер вĕсем Таллăран аллă çухрăмра тесе калаçатчĕç, паян Таллăра теççĕ. Ялта кулаксем те, коммунистсем те çук тейĕн. Пĕрисем Сахар кĕсйинчи приговор пирки шухăшлаççĕ курăнать, теприсем пăлхавлă пуху çинчен манман пулмалла. Ялти ĕçсем таçта шала кĕрсе кайрĕç, куçа курăнми пулчĕç. Сахар Куракхăвипе çыхăну татăлнăранпа яла тухса çӳремест, Тен, каллех, чехсем вăхăтĕнчи пек, пытанса пурăнмалла пулĕ…

Кăçалхи мункун шăпах çураки тĕлне килет. Хăрушă эрне пуçланчĕ. Эрни ĕлĕк этем ывăлĕшĕн хăрушă пулманччĕ-ха, тахçан-тахçан турă ывăлешĕн хăрушă пулнă теççĕ. Кăçал вăл кунта хăшпĕр этем ывăлĕшĕн те хăрушă пек курăнать.

Чулçырмасем «Колчак килет» темеççĕ ĕнтĕ, «Колчак килчĕ» теççĕ. Чăнах та, Колчак çарĕ кӳршĕри яла çитнĕ, — Чулçырмаран мĕнпурĕ те çичĕ çухрăмра. Кӳрше ялта пулни пырĕччĕ-ха, — паян «колчаксем» Чулçырманах килсе кĕчĕç…

Юнкун ирхине яла сăрт çинчен пĕр çирĕм юланут анчĕ. Çурçĕр енчен килнĕ разведчиксене пуянсем «колчак» вырăнне йышăннă. Лешсем те вара: «Эпир колчаксем», — тенĕ, пуянсемпе вăлтса калаçнă.

Тайман Сахарĕ коммунистсене Лешеккине кимĕпе ăсатрĕ. Хăй çапах та Колчак çарĕ кунта çитессе кĕтмест, Чапаев дивизине шанать. Анчах сăрт çинчен юланутсем аннине курсан, вăл та пытанчĕ. Тараса ачасемпе чупса çӳренĕ чух ялти ĕçсене сăнама хушрĕ.

Ревком приговорĕ Хаяр Макарсене те, Вăрăм Ваçилисене те ăс кĕртсе çитереймен иккен.

Хаяр Макар «колчаксемпе» калаçнă чух контрибуци пирки питĕ çĕтĕлнĕ. «Совет влаçĕ пире çаратрĕ, тырăсăр, укçасăр хăварчĕ, мана вунă пин тенкĕ контрибуци тӳлеттерчĕ», — тенĕ. «Колчаксен» командирĕ «мĕскĕн хресченсене» хĕрхенсе калаçнă, кӳршĕ ялта Колчак пуянсене контрибуци укçине тавăрса пачĕ, тенĕ. Вара Хаяр Макар «колчаксен» командирне ял ячĕпе пăлăннă, контрибуци укçине тавăрса пама ыйтнă. Командирĕ килĕшнĕ, «Совет влаçне йышăнмастпăр, Колчака патша вырăнне хурса кĕтетпĕр тесе, хут çырса алă пусăр. Алă пуснисем халех пирĕнпе пырăр. Паян каçченех укçа илсе киле таврăнатăр», тенĕ.

Çапла пулнă тесе калаçрĕç кайран. Мĕнле пулсан та, пуянсем чылайăшĕ, «колчаксемпе» калаçнă хыççăн, чăнах та, хут туса, алă пусса, Колчакран укçа илме кайма хатĕрлене пуçларĕç.

Çав вăхăтра юланутсем ял тăрăх кустарса çӳрерĕç. Тăвăрхушлăхра Вăрăм Ваçили ӳсĕр пуçпавырăсла «Я — Колчак» тесе кăшкăрать. Пĕр «колчакĕ» çавна илтсен, ăна нухайккапа ăс кĕртме тăрăшрĕ. Кĕртеймерĕ. Леш пурĕпĕрех «Я — Колчак» тесе мĕкĕрет (Сахар ăна «эсĕ Колчак сĕмлĕ» тенине аса илнĕ пуль). Çавна курса юлнă Тарас ашшĕ патне чупрĕ. Ывăлĕн хыпарĕсене пĕлсен Сахар: «Пирĕннисем ашкăнаççĕ», — терĕ те вăрттăн хӳтлĕхрен тухрĕ.

Тăхăр çын, хăйсен лашисене утланса, «колчаксемпе» пĕрле сăрт çине хăпарса кайнă.

Вĕсем Колчакран укçа шырама кайнине Мăрзабай чӳречерен сăнаса тăнă тет. Çав айвансен хушшинче Мирски Тимук та юланутпа лĕнчĕртетнине курсан, йăвалансах кулнă тет.

Смоляков, укçа хакне лайăхрах пĕлекенскер, Колчакран укçа шырама кайман. Вăл кайма мар, «колчаксенчен» пытаннă тет.

Çак тĕлĕнмелле, камшăн инкеклĕ, камшăн кулăшла япала хăвăрт пулса иртрĕ. Тен, сăрт çине хăпарнă-хăпарманах сисе пуçларĕç пуль айван куштансем. Анчах каялла вĕсем тепĕр кун та, эрнерен те, уйăхран та таврăнма-рĕç…

Тепĕр сехетрен Чулçырмана Тоцки енчен тăвайккипе тата икĕ юланут пырса кĕчĕ. Пĕри, сăрт еннелле кăтартса, йĕнер çинчен ӳкес пек ахăлтатса кулать. Тепри тутине çеç чалăштарса:

— Сан ĕç вăл, Лапша! — тет. — Эсех ман ачасене пăсрăн пуль, çапла тума вĕрентсе ятăн пуль.

— Эп мар, командир юлташ. Карттус çинчи хĕрлĕ çăлтăрсене пытарма çеç хушрăм эп. Кулаксене Кутяков патне ертсе кайма вĕрентмен вĕсене. Хăйсем тавçăрнă. Беляков ĕçĕ вăл.

— Кутяков хăй кăна пулсан пырĕччĕ-ха. Паян Чапаева кĕтеççĕ. Лекетех пуль сана, Лапша, куншăн.

— Чапайран лекмест. Кулаксене вăлтса, вĕсен контрреволюциллĕ ăшчикне тавăрса кăтартнăшăн Чапай орден парать мана.

— Эс Чапайпа, тен, туслă та пуль, пĕлместĕп. Анчах пĕччен çӳремест вăл халь. Унпа пĕрле комиссар та килет, Фурманов юлташ. Вăл мĕн калĕ?

— Хăрамастăп, кăмандир юлташ. Эс мана пур инкекрен те çăласса шанатăп.

Командир тени, илтмĕш пулса, лашине шпорăпа пăталарĕ. Икĕ юланут вара тӳрех Селĕп Кириле çурчĕ еннелле юрттарчĕ.

Лешеккинче пирĕн паллакан хушлăха та манса хăварман çурхи шыв. Илюшăсен пӳртне шыв илнĕ. Илюша амăшĕ вăхăтлăха Радаевсем патне пурăнма куçнă. Ольăсен пĕтĕмпех куçмалла пулмарĕ. Шыв хапха патне çитсе чарăнчĕ. Çапах та Оля амăшĕ выльăх-чĕрлĕхе, кирлĕрех япаласене ял варрине, шанчăклă çĕре, куçарчĕ. Хăй те ытти ачисемпе кунта çывăрмасть. Оля килте пĕчченех юлнă.

Чăваш мункунĕ ĕлĕк-авал хăрушă эрнери юнкун пуçланнă теççĕ. Оля ун пирки пĕлмест, анчах темшĕн мункун савăнăçĕ паян иртенех унăн чĕрпне кăтăкла пуçларĕ. Çывăхарса килекен телее сиснĕ-ши хĕр е çурхи тулăх шыв тулли ĕмĕт хускатать-ши ун чĕринче?

Пӳртре пĕчченех хĕвелçаврăнăш шĕкĕлчесе, уçă чӳречерен пăхса ларать Оля. Чӳккукри еннелле пăхать вăл. Рамашăн çимĕк çулĕ те пĕтĕмпех шыв айне пулнă. Тарасăн йĕлтĕр çулĕ те ирĕлсе пĕтнĕ. Чулçырмапа çыхăнмалли çулсем пӳрте татăлчĕç. Çуркуннехи çул юратнă чĕрешĕн пуринчен кĕске, тӳп-тӳрĕ пулма пултарнине пĕлмест-ха вăл, çав тӳп-тӳрĕ çулпа унăн телейĕ çывăхарса килнине те курмасть.

Пăрутапăрĕпе Чӳккукри еннелле мар, кăшт сулахаялларах пăхсамччĕ, Оля! Ав, куратăн-и, Чулçырма варринчен çурхи тинĕсе темле туратлă каска юхса кĕчĕ. Каска мар вăл, Оля, туратлă йывăç та мар. Шыва майăн мар, шыва хирĕçрех, тӳрех сан хапхуна тĕллесе килет вăл. Акă вăл кимĕ пекех курăна пуçларĕ ĕнтĕ, çынсем те курăнаççĕ. Виççĕн вĕсем. Тин асăрхарăн та… урама чупса тухрăн. Урамĕ те ял урамĕ мар ĕнтĕ халь. Венеци урамĕ тейĕн. Пултăрах! Эс пурпĕрех Венецире пулман, ун пирки илтмен те. Илтнĕ пулсан та, хăвăн паянхи телейне нимле венецианка телейĕпе танлаштармăн…

Малалла мĕн пулнине эсĕ лайăх астумастăн та, Оля. Кайран, нумай вăхăт иртсен тин, эс çак ăшăта уяр куна, çак икĕ çул кĕтнĕ вăхăта кашни самант таран астуса илме тăрăшăн…

Оля хапха умне тухса тăчĕ. Шыва кĕрсе, кимме хирĕç утма та хатĕр вăл. Пĕри, пĕчĕкреххи, Тарас. Теприне те палларĕ Оля: Филька вăл. Виççĕмĕшĕ кам?! Спирка пулас çук ĕнтĕ. Илюша та мар… Оля теприн пирки йăнăшасран хăрать. Акă вăл, виççĕмĕшĕ, ура çине тăчĕ те карттусĕпе сулкалама тытăнчĕ. Тем кăшкăрать, уççăн илтĕнмест-ха. Акă Филька та, ишме пăрахса, ура çине тăчĕ, карттусне çӳлелле ывăтрĕ, анчах тытаймарĕ, шыва ӳкерчĕ. Виççĕшĕ те, пĕчĕк ачасем пек ахăрса, карттус тытма пикенчĕç…

Оля та те ĕсĕклесе, те ахăлтатса кулса ячĕ. Те макăрать вăл, те кулать. Кулать! Тути-çăварĕ те, куçĕсем те кулаççĕ, анчах куçĕнчен шултра куççуль тумламĕсем шăпăртатса юхаççĕ.

… Катаран Рамаша палларĕ Оля, çывăхра паллаймарĕ, сасартăк ютшăнса ӳкрĕ. Çапах та икĕ çула яхăн иртнĕ çав. Çамрăк чуншăн икĕ çул тепĕр чух çур ĕмĕр пек туйăнать, тепĕр чух тата пĕр вырăнта тăрать. Савнă каччине кĕтсе пурăннă чух Ольăшăн виçĕмçулхи асран кайми çимĕк кунĕсем те иртсе кайман пек туйăнатчĕç. Яланах асра тăракан Рамаш сăнĕ те икĕ çул хушшинче пĕртте улшăнмарĕ. Анчах вăхăчĕ чылай иртнĕ çав. Çывăхра Оля паллаймарĕ те Рамаша. Урăх çын: çӳллĕрех, сарлакарах, тути усси йĕрĕпе хуралнă. Тумĕ те урăх, сăнĕ те улшăннă. Çук, çук, сăнĕ улшăнман. Ак йĕкĕт тутине чалăштарса йăл кулчĕ. «Оля, Ульга!» — тесе хĕре ыталарĕ…

Кимĕ Ольăсен хапхи патне çывхарнă çĕре шыв илнĕ хушлăха халăх пухăннăччĕ. Çынсем мĕн каласса пăхмарĕ Оля, каччине хăй те ыталарĕ, куçне хупса, хăй те чуптурĕ.

Хĕрпе каччă пӳрте кĕчеç. Чӳрече хупăнчĕ, чаршавĕ карăнчĕ, Тарас, ача пулсан та, ăнланчĕ, пиччĕш хыççăн пӳрте кĕмерĕ. Филька пурне те пӳрт çумĕнчи типĕ сукмакпа аяккарах ертсе кайрĕ, вĕçĕмсĕр юмахласа, карма çă-варсене йăпатрĕ.

— Юлташун кăкри çинче мĕн вăл? Хĕрес те мар, медаль те мар, — ыйтрĕç унран йĕкĕтсем.

— Орден! Хĕрлĕ Ялав орденĕ, — терĕ Филька. — Ун пек орден урăх никамăн та çук.

Вара Филька, Рамаша мĕншĕн орден панине хăй те тĕплĕн пĕлменскер, Шатра Микка пек çавăнтах майлаштарса юмахлама пуçларĕ. Анчах ăна хĕрарăмсем килсе чăрмантарчĕç. Спирка амăшне курсан, вăл сасартăках шăп пулчĕ, пуçне усрĕ. Унтан хăй амăшĕ çывхарнине курчĕ те, халăх хушшинчен тухса, ăна хирĕç чупрĕ.

Филька тĕнчере пĕччен пурăнма пултараймасть. Ана тĕрек — çирĕп, шанчăклă юлташ кирлĕ. Ялта çавăн пек тĕрек уншăн Илюшăччĕ. Отрядра, Илюшăпа уйрăлсан, вăл Спирка мĕлки пулса тăчĕ. Спиркăна çухатнă хыççăн вара Филька хăйне хăй те пĕлми-туйми пулчĕ. Кутяков бригади Урал фронтне куçсан, Рамаш ял çыннисене шыраса тупрĕ, Филькăна хăй патне куçарчĕ. Çĕнĕрен чĕрĕлчĕ вара йĕкĕт. Çакăн хыççăн ытти юлташ-янташсенчен пачах уйрăлчĕ Филимон Лапшин. Чапаев дивизине Хĕвелтухăç фронтне куçарчĕç, Колчака хирĕç ячĕç, лешсем урăх дивизире, Урал фронтĕнче, Уральск хулине сыхлама юлчĕç.

Çурхи шыв пĕр чикĕре вăрах тăмасть: е тулать вăл, е чакать. Ольăн çурхи шыв пек тулса кайнă телейĕ те вăраха пымарĕ…

Лешеккинче Рамаш пĕр каç кăна ирттерчĕ. Ольăн амăшĕ кăмăлларĕ кĕрӳшне. Рамаш, паллашнă чух, тӳрех: «Эп Оля упăшки», — терĕ, анчах хăрушă эрне иртмен-ха — туй тума юрамасть. Туйсăр арлă-арăмлă пурăнма çынсем умĕнче ырă мар. Çапла калаçкаларĕ ват çын.

— Авалхи йăлапа чăваш мункунĕ юнкун пуçланать, — терĕ Рамаш. — Кунта туй тума юрамасан, пирĕн енче тăвăпăр. Венчет кирлĕ мар пире. Ман атте патша чухне те вунă çул венчетсĕрех пурăннă. Эпир халь Совет вăхăтĕнче çĕр çул пурăнăпăр…

Рамаш халь шыв урлă пĕчченех каçас терĕ, Филькăпа Ольăна ыран каçма хушрĕ. Кимĕ çӳретме Тараса хăйпе илсе кайрĕ. Кĕçнерникун Рамаш çутăлнă-çутăлман Тоцкине вĕçтерчĕ. Тата тăват-пилĕк кун килте пурăнма ирĕк пачĕç ăна. Тен, Тоцкине таврăнмалла та пулмĕ, пĕр-ик кунтан полк Чулçырмана пырса позици йышăнмалла пек калаçрĕç.

Рамашпа Ольăн туйе эрнекун пуçланчĕ.

Туйра ĕçкĕ пулмарĕ. Филькăна «кĕçĕн кĕрӳ» туса ташлаттарчĕ Рамаш. Кайран хăй пĕччен те, Ольăпа пĕрле те ташларĕ. Шатра Микка шăпăр каларĕ. Кăмăшка тавраш ĕçмерĕç «камун туйĕнче», анчах Лисук пиччĕшсем патĕнчен сăра тупса килчĕ. Халь ĕнтĕ сăрине Сахар та кăшт ĕçрĕ.

Нимрен ытла туй çыннисене Филька тĕлĕнтерчĕ: кимĕ тĕпне шăп Тарас пысăкăш çуйăн хурса килнĕ вăл. Унăн çуйăнĕ те мар, сăмахĕ ытларах тĕлĕнтерчĕ. «Çенĕкре, пĕр хатĕрсĕрех тытрăм», терĕ вăл. Çынсем йĕкĕт шӳт тăвать тесе ĕненмерĕç. Рамаш хăй те ĕненмерĕ: «Эс, Лапша, кăшт ĕненмеллерех тыттар», тесе кулчĕ…

Шăматкун каç енне Стенька Разин ячĕпе хисепленекен полк яла килсе кĕчĕ. Рамаш хăйĕн эскадронне Çырмапуçĕнче вырнаçтарчĕ. Командир авланнине пĕлсен, хĕрлĕ армеецсем çĕнĕрен туй тума пуçларĕç, Стенька Разин çинчен юрă юрларĕç, «Эй, ты, Филька, черт, спляши!» тесе Филькăна ташлаттарчĕç. Ташлама сасартăк юрă кĕввине те улăштарчĕç, сăмахĕсене те тупрĕç:

Тетка, тетка, Лизавета,

Я люблю тебя за это,

И за это и за то…

Во! И боле ничего.

— Сана та асăнаççĕ, Лисук. Эсĕ те ташласа кăтарт, — терĕ Сахар арăмне. — Катари вырăссене тĕлĕнтерсе, чăвашла якăштатса кăтарт-ха…

Тĕн йăлисене пĕтĕмпех йышăнса çитмен чăвашсем «камунсене» хăрушă эрнере туй тунăшăн сивлемерĕç. Халăх туй курма ялĕпе пухăнчĕ.

Вырсарникун, мункун чанĕсем тĕнкĕлтеттерме тытăнсан, «туй халăхĕ», темиçе кимĕ тупса, шыв çинче ярăнса туй турĕ тата. Каллех чапаевец-разинецсен юратнă юрри кĕрлерĕ:

Из-за острова на стрежень,

На простор речной волны

Выплывают расписные

Стеньки Разина челны…

Тунтикунпа ытларикуна Рамашпа Оля ытларах чуччу ярăнса ирттерчĕç. Пĕлĕте вĕçсе каяс пек ярăнчĕç. Хĕçлĕ, шпорăллă туй халăхĕ кăнтăрла кунĕпе çамрăк мăшăр тавра явăнчĕ. Каç енне вĕсене Филька хăваласа яма пикенчĕ. Хăй авланса курман пулин те, авланнă командирĕн кăмăлне сисрĕ пулас…

Юнкун нрхине полк ялтан кайичченех чулçырмасем çуракине тухрĕç, анчах пурте мар. Иĕнерлĕ Ту еннелле никама та ямарĕç, унта çапăçу пулмалла.

Ирхине Тарас та, ула лашана кӳлсе, куккăшсен эртелĕпе пĕрле пушкăрт енне çуракине кайма хатĕрленчĕ. Вăл ĕнтĕ, тилхепе тытса, вăрлăх миххнсем çине хăпарса та ларнăччĕ. Çав вăхăтра пӳртрен Рамаш чупса тухрĕ.

— Чим-ха, Тарас, ан тапрат лашуна, — кăшкăрчĕ вăл. — Хире илсе кайма çăмарта пĕçертĕмĕр, çуйăн ăшаларăмăр. Инкӳ юриех сан валли çуйăн хӳрине хăварнă.

Юлашкинчен Тараса пиччĕшĕ ыталаса хытă чуптурĕ. Ача малтан тĕлĕнсе кайрĕ. Нихçан та Рамаш чуптуманччĕ ăна. Çав самантрах хĕç аври аяк тĕлне пулса ыраттапчĕ. Ачан чунĕ те ыратса кайрĕ. Иртенпех Рамашсем те кайма хатĕрленеççĕ вĕт, Хĕç çакнă. Мĕне кирлĕ вăл? Çын пуçне касма кирлĕ. Рамаш пуçне те çаплах касма пултараççĕ. Çакăн пек шухăшсем тăвăнтарчĕç ачана. Макăрса ярас марччĕ тесе, аран тӳсрĕ Тарас, пиччĕш çине пăхмасăр, тилхепене карт туртса, лашине тапратрĕ.

Акă, сăрт çине хăпарса Кивçурта çитсен, Хушка Ту енчен пăшал пĕрре персе янине илтрĕ вăл! Хайхи сигнал! Ял çине каялла çаврăнса пăхрĕ Тарас. Ял кăткă йăви пек хĕвĕшме пуçланă. Кĕçех Çырмапуçĕнчен юланутсем сиктерсе тухрĕç те тăвайккинчи çул çине пухăнчĕç. Пĕри мала иртрĕ. Рамаш вăл, пĕрремĕш эскадрон командирĕ. Кунтанах палларĕ ăна Тарас. Акă, Рамаш хĕç туртса кăларчĕ, темĕскер кăшкăрчĕ те лашине юртăпа ячĕ. Ун хыççăн пĕтĕм эскадрон, эскадрон хыççăн пĕтĕм полк тăвайккипе Йĕнерлĕ Ту еннелле кустарчĕ. Юлашки юланутсем курăнми пуличченех лашине чарса пăхса тăчĕ Тарас.

Катари хире пĕр эрне киле таврăнмасăр ĕçлеме тухса каять вăл паян. Куккăшсĕм унта çитнĕ те пуль ĕнтĕ. Тарас та çитрĕ унта, анчах вăл паян лаша хыççăн ана тăрăх çӳремерĕ, кунĕпе урапа айĕнче макăрса, таçта Иĕнерлĕ Ту хыçĕнче аслати кĕрленĕ пек тупăсем кĕрленине итлесе выртрĕ. Селĕп Кириле ачана йăпатса ĕçе чĕнесшĕнччĕ, ăна услап упăшки вырăнне тырă акма килнĕ Кĕтери чăрмантарчĕ.

— Ан тив, макăрса лăплантăр. Тăван пиччĕшĕ вĕт, — терĕ.

Селĕп Кириле, эртел пуçлăхĕ, ана пуçне пырса тăчĕ те, хĕвелтухăçнелле пăхса, виçĕ хут сăхсăхса илчĕ. Лере çапăçу пуçланнă вăхăтра кунта çураки пуçланчĕ вара.

Оля та кунĕпех тупă сассине итлесе, вырăн çинче пуçне çĕклемесĕр выртрĕ. Каç енне амăш патне таврăнас терĕ вăл. Сахар ăна хăй кимĕпе леçсе хăварчĕ. Çул тăршшĕпе пĕрне-пĕри сăмах чĕнмерĕç вĕсем. Çулĕ те кĕскелнĕ ĕнтĕ. Çурхи шыв нумай чакнă, çырана ларса пырать…

Тулли шыв вăхăтĕнче тулли телей курса юлчĕ Оля. Вăл малашне чакса, типсе ларĕ-ши е, юханшыв пек çырана кĕрсе, ĕмĕр тăршшĕие лăпкăн юхса выртĕ-ши?

Кам пĕлет?

Хулари чăвашсем

Хула хĕрринчи урамра, икĕ хутлă хĕрлĕ чул çурт таврашĕнче, ирĕн-каçăн чăвашла калаçаççĕ. Тепĕр чух кунта чăвашла юрланине те илтме пулать.

Урамĕ ял урамĕ евĕрлĕрех: чул сарман, шăлтăр-шалтăр хăма тротуарсем… Урам тăршшĕпе икĕ рет пĕр пекрех йывăç пӳртсем ларса тухнă. Пӳрт тавра — хăма хӳмеллĕ килкарти, пӳрт çумĕнче — сăрланă хапха. Тимĕр витнĕ пӳртсем хушшинче хăма витнисем те пур, улăм витни çеç курăнмасть. Ирхине, ялти пекех, кашни хапхаран ĕне, качака хăваласа кăлараççĕ. Кĕтӳ хула вĕçне тухичченех урам тăршшĕпе тусан йăсăрланать вара.

Мĕн тесен те, хула сĕмĕ çук çак урамра. Мочалов купцан икĕ хутлă хĕрлĕ çурчĕ çеç пăртак хулана асилтерет. Урам ячĕ ĕлĕк «Выгонная» пулнă, халь улăштарнă, «Пролетарская» теççĕ. Мăрзабай Çимунĕ килĕшмест çак ятпа. «Ана «Пролетарская» мар, «Мещанская» темеллеччĕ, кунта тĕп мещенсем пурăнаççĕ», — тет.

Çимун ятне ахальтен асăнмарăмăр. Çак хĕрлĕ çуртра виççĕн пурăнаççĕ вĕсем. Çимунпа Трашук тата Мулла Анукĕ. Ялта çапла чĕнетчĕç вĕсене. Хулара вĕсем пĕрне-пĕри урăхла чĕнекен пулнă. Самартан политшкул пĕтерсе килчĕç вĕсем. Уисполком пайĕсем йĕркеленнĕ хыççăн Ятрус Хрулккине ĕçрен кăпăр-капăрах хăтармарĕç. Çутĕç пайĕн пуçлăхĕ пулмалли çын тупăнчĕ. Тата чăваш шкулĕсен инспекторĕ кирлĕ. Ватă учитель Самартан Николаевпа Петров вĕренсе таврăнасса кĕтсе пурăнчĕ.

Çăва тухнă çĕре Ятрус аран кĕтсе илчĕ вĕсене. Анчах икĕ «Самар çыннипе» пĕрле тата хăйĕн хĕрĕ те килессе кĕтменччĕ вăл.

— Парти мана укомра хĕрарăмсемхушшинче ĕçлеме ячĕ, — терĕ Анук.

Хрулкка питех тĕлĕнмерĕ. Кам та пулин çак ĕçе те пуçармалла. Çавах тăван хĕрне тăрăхламасăр та тӳсеймерĕ старик.

— Парти сана киле таврăнса тырă акма хушмарĕ-и? Тен, усси ытларах пулĕччĕ. Çăкăр çиекенсем хулара пирĕнсĕр те нумай.

Анук аптраса ӳкмерĕ, ашшĕ евĕрлĕрех лахлатса кулчĕ те çапла тавăрса хучĕ:

— Тайман Сахарĕ ĕçлеме яла таврăннă темерĕн-и? Ман ула лашана кӳлнĕ-тĕк, ĕçлетĕр. Тырă акса ӳстертĕр. Кĕркунне ун патне çăкăр илме кайăпăр. Коммуна пулать вара. Вăл ватăлсан, тырă акма эпир таврăнăпăр.

Ашшĕ, пӳрнепе юнаса, тем каласшăнччĕ, вара каламасăрах алă сулчĕ. Çапах, кăшт тăрсан, каламасăр та тӳсеймерĕ:

— Хăтланăр. Сиртен коммуна туса пулмасть пуль. Эсир, Арланов пек, хулана делопроизводитель пулма çеç килмен пулсан, пырĕччĕ, — тесе, нимрен тĕлĕнмен хĕрне кăшт тĕлĕнтерсе пăрахрĕ.

— Мĕнле Арланов? Мĕн дела… Мĕн мурĕпе хăрататăн эс пире? — терĕ Анук, вăрăм сăмахне çавăрса калаймасăр.

Ашшĕпе хĕрĕ революци çулĕсемпе çӳресе, ăнсăртран пĕрне-пĕри тĕл пулса, хăйсен хушшинче калаçни çакă çеç пулчĕ.

Ятрус учитель Мăрзабай Çимунне ĕçпе паллаштарчĕ те хăй Весуккана таврăнма васкарĕ.

Ватă инспектор çак хĕрлĕ çуртра пĕр пĕчĕк пӳлĕмре пурăнатчĕ. Халь ун пӳлĕмне Анук йышăнчĕ. Арçынсем те çав çуртрах пысăк пӳлĕме вырнаçрĕç. Хуçа хирĕçме мар, хăех çапла тума сĕнчĕ. Мочалов купца влаçпа тулăксăр хирĕçекен çын мар.

«Власть улшăнсан, хăйсемех тухса тарĕç, улшăнмасан — коммунсемпе лайăх пурăнни те пăсмасть», — тесе шутлакан çын вăл.

Трашука халь ял çыннисем курсан та паллаймĕç, палласан та — Трашук тесе чĕнме хăяймĕç. Ак хăçан, Наçтук сăмахне чăна кăларса, «Трашук мучи» пулса тăчĕ вăл.

Самарта пурăннă чух хăюсăр каччăн ытарайми хитре сухал шăтса тухнă. Малтанах унăн хырăнма май пулман ахăр. Каярахпа вара ал сулнă.

ПĕррехиНче чăваш курсантсем пурăнакан общежитие Воробьев юлташ хăй пырса кĕчĕ. Курсантсем вăл вăхăтра шăпах Петров сухалĕ пирки тавлашатчĕç. Тилечер чăвашĕн бритва пур иккен. Вăл Трашукăн хитре сухалне хырса пăрахма хатĕрленнĕ. Николаев — Мăрзабай Çимунĕ — иккĕшне те вăрçать, хитре сарă сухала пĕтерме парасшăн мар. Пысăк пӳлĕмре пурăнакан вăтăр чăваш икĕ ушкăна уйрăлнă: пĕрисем «Долой кĕреçе сухал!» — тесе шавлаççĕ, теприсем «Да здравствует ылтăн сухал!» — тесе кăшкăраççĕ.

Воробьев пырса кĕрсен, пурте шăпланчĕç. Самарти вак халăхсен пуçлăхĕ алăк патĕнче куçпа çеç кулса тăрать. Ку пĕчĕк те ăслă чăваша Мăрзабай Çимунĕ халь ĕнтĕ лайăхрах пĕлсе çитрĕ. Елĕкрех пăртак хăратчĕ вăл унран. Ялан ĕçре, нихçан та кулмасть, парти ĕçĕшĕн хăйне те, çынна та шеллемест. Еçрен урăх унпа ним пирки те калаçаймăн, тесе шутлатчĕ Çимун. Анчах Иван Васильевич кулма та, тăрăхлама та, нимсĕр шӳтлеме те, çынсем пекех савăнма та пĕлет иккен. Ак халĕ те, куçĕпе кулса, кăмăлĕпе савăнса, сăмах чĕнмесĕр пăхса тăрать вăл.

Чăн та савăнать халь Воробьев. Курсантсем хирĕçнĕшĕн, хытă шавланăшăн, ннмсĕрех «Долой!», «Да здравствует!» — тесе кăшкăрма вĕреннĕшĕн савăнать.

— Мĕн пулчĕ вара сирĕн кунта? Пĕтĕм тĕнчере революци тăвасшăн-и эсир е хирĕç-и? — ыйтрĕ вăл, малалла иртсе.

— Çук, Иван Васильевич. Паян кун йĕркинче урăх ыйту, — пуринчен малтан сăмах хушрĕ бритва тытса тăракан Тилечер чăвашĕ. — Çамрăк йĕкĕте ватăлтарас тет хăшĕ-пĕри, Петров юлташран чиркӳ старости е старшина тăвасшăн. Кивĕ режимщиксем!

Мĕн пирки тавлашу пуçланнине пĕлсен, Воробьев сасăпа кулмарĕ. Вăтанса ӳкнĕ Трашука, унччен иихçан курман пек, тимлĕн пăхса сăнарĕ те:

— Миçере-ха эс, Петров юлташ? — тесе ыйтрĕ. Трашук хăй миçере пулнине пĕлтерчĕ.

— Емĕр тантăшĕ пулатăн иккен. Юрĕ.

Çапла каларĕ те Воробьев, Трашук çинчен çавăнтах манса кайнă пек, курсантсемпе урăххи пирки калаçа пуçларĕ.

«Юрĕ» тени мĕне пĕлтерчĕ-ши?» — шухăшларĕ Трашук пăшăрханса, хăй çапах унăн сухалĕ пирки пурте манса кайрĕç ĕнтĕ тесе хĕпĕртерĕ.

Анчах Воробьев юлташ манман иккен.

— Сухал пирки çапла тăвăпăр. Халь хырас мар. Хырмасăр-касмасăр ӳстерсе куртăр. Шкул пĕтернĕ чух эпир Петрова сухал пирки те экзамен тăвăпăр. Сухалĕ килĕшсен — çаплах хăварăпăр, килĕшмесен — хырса тăкăпăр. Юрать-и? — терĕ вăл тухса каяс умĕн.

— Юрать, юрать! — кăшкăрчĕç пурте.

Çапла кĕреçе сухаллă та мăнаçлă çын пулса тăчĕ хăюсăр каччă Трашук, уком инструкторĕ Петров юлташ. Çирĕм пиллĕкре тесен те шанмаççĕ ăна халĕ палламан çынсем, пĕр вăтăр пиллĕксенче пуль теççĕ. Çавăн пирки шухăшланă та Воробьев сухал кастарма хушман чух.

Пысăк отряд Чапаев патне кайнă чух Трашук пĕчĕк отрядпа пĕрле Самлей вăрманĕнче юлчĕ. Вĕсен пĕчĕк отрячĕ кĕçех пысăкланчĕ, Кăяш Тимкки тĕп отряда ăсатнă хыççăн хăй каялла вăрмана таврăнчĕ, Весуккапа Самлей таврашĕнчи партизансене хыр вăрманĕнчи партизансемпе пĕрлештерчĕ. Çав пĕрлешнĕ отряд шуррисене темиçе кун хушши Самар шывĕ урлă каçма памасăр чарса тăчĕ, Хĕрлĕ Çар чаçĕсем пырса çитичченех каялла чакмасăр паттăрла çапăçрĕ.

Трашуксен отрячĕ хĕле кĕричченех уйрăм отряд шутланчĕ. Çĕнĕ çул тĕлнерех тин вăл Хĕрлĕ Çарпа пĕрлешрĕ.

Çав вăхăтра отряда Авандеев, Воробьев тата Алексей Самарин пырса çитрĕç. Вĕсем, пĕр тĕрлĕ комисси пек пулса, отрядри чăвашсене пурне те тĕрĕслерĕç. Ватăраххисене киле ăсатрĕç, хут ытларах пĕлекеннисене Самара кайма палăртрĕç. Çав майпа ĕнтĕ Шатра Миккапа Пали тата отрядра хĕрарăмсенчен пĕччен юлнă Оля çĕнĕ çула яла таврăнчĕç, Çимунпа Трашук Самарта уçăлакан çарпа политика шкулне лекрĕç.

Тĕрĕссипе, кусем иккĕшĕ те çара та, çар валли кадрсем хатĕрлекен шкула та лекмелле марччĕ. Самарти комисси тиркерĕ вĕсене: Çимуна — кивĕ суранĕсем пирки, Трашука — ура лаппи ытлашши тӳрем тесе. Çапах та Воробьев хăварттарчĕ вĕсене, вĕреннĕ кадрсем фронтра кăна мар, тылра та кирлĕ пулаççĕ терĕ.

Трашукăн Самара лекни те, хăйĕнчен аслăрах çынсемпе пĕрле вĕренни те питĕ усăллă пулчĕ. Унăн çамрăк пуçĕнче тĕрлĕ ыйту хĕвĕшетчĕ, вĕсем иăтранса, арпашса, пуçа анрататчĕç. Елĕкрех мĕн вĕренни, вулани, пурнăçра сăнани — халь пĕтĕмпех вырăна лара пуçларĕ. Тĕксĕм шухăшсене хĕвел çутатрĕ тейĕн.

Çав хĕвел çутин ячĕ те пур иккен. Марксизм теççĕ ăна. Çак ăслăлăха Иван Васильевич хăй вĕрентет, чăвашла каласа ăнлантарса парать. Тата вĕсемпе пĕрле вăрманта пулнă ватă большевик, Малинин юлташ, парти историне кĕнекерен те мар, пурнăçран илсе каласа парать. Марксизм ăслăлăхне темрен те хытăрах юратса пăрахрĕ Трашук.

— Вăрçă пĕтсен сана, Петров, Мускава вĕренме ярăпăр. Эс лайăх марксист-философ пулатăн. Халь, ку шкула пĕтерсен, халăх хушшинче ĕçлесе кур, пурнăçа лайăхрах сăна, Маркс, Энгельс тата Ленин çырнисене тăнласа вула, — терĕ Воробьев Трашукпа уйрăм калаçнă чух.

Мăрзабай Çимунĕ мĕн улшăнассине унчченех ĕнтĕ улшăннăччĕ, çитĕнсе çитнĕччĕ. Çавах шкул уншăн та питĕ усăллă пулчĕ. Çимун кунта курсант кăна мар, тата учитель те пулса курчĕ. Пĕррехинче вăл пĕр учительница аташса калаçнине тӳрлетесшĕн пулчĕ, урок вăхăтĕнче алă çĕклерĕ те:

— Хӳреллĕ çăлтăр планета пулмасть вăл, комета теççĕ ăна, — терĕ.

Учительница, çăмăлттайрах хитре хĕрарăм, хăйĕн йăнăш сăмахне тӳрлетесшĕн пулмарĕ.

Çакăн çинчен пĕлсен, Иван Васильевич пĕли-пĕлмн учительница тупнăшăн Самарина — шкул пуçлăхне — хытă вăрçрĕ тет. Лешĕ учительница та пулман иккен, паек илесшĕн çеç, «Эпĕ учительница» тесе, Самарина улталанă.

Воробьев Николаева хăйне кăшт тĕрĕслерĕ те географи-космографи ыйтăвĕсемпе хăй мĕн пĕлнине курсантсене вĕрентме хушрĕ.

Çимун, ĕлĕкех учитель пулма ĕмĕтленнĕскер, хăйĕн учитель пулас ĕмĕтне те, пултарулăхне те кунта лайăх палăртрĕ. Самартан тăван хулана ăсатнă чух Воробьев ăна çутĕç пайĕнчен учитель иулма право паракан хут туса пачĕ.

Çавăнпа Çимуна кунта пĕр иккĕленмесĕр чăваш шкулĕсен инспекторĕ турĕç.

Мулла Анукĕ хăйĕн ялти ятне халь мана та пуçларĕ ĕнтĕ. Халь вăл — Ятросова юлташ. Анчах, отрядпа Чапаев патне çитнĕскер, епле Самара килсе лекнĕ-ха вăл? Хăйĕнчен ыйтсан, «Чапая» вырăнтан кăларнипе килĕшмерĕм», тет кăна.

Чăнах та, Чапаева Мускава, академие вĕренме ăсатнă хыççăн чапаевецсем нумайăшĕ: «Пирĕн юратнă командира штабри офицерсем курайманнипе вырăнтан кăларчĕç», — тесе калаçкаланă. Анук политотделра кăшт урăхларах каларĕ: «Чапая вĕренме ăсатрăр, мана та вĕренме ярăр», терĕ. Санитарка пулса ĕçленĕ хĕрарăма вара медсестрана вĕренме ăсатрĕç. Губкомра ăна Воробьев тĕл пулчĕ. Çапла Ятросова вак халăх çыннисен политшкулĕнче вĕренекен пĕртен-пĕр хĕрарăм пулса тăчĕ.

Анчах Анук Самара кайма ăнтăлнăшăн Чапай мар, урăххи айăплă пулнă-ха. Политотделра ĕçлекен Осокина фронт штабĕ Самара чĕнсе илнĕ. Самартан каялла, дивизие, таврăнман вăл. Çук, кунта та тупаймарĕ ăна Анук. Бригада комиссарĕ туса, таçта ăсатнă терĕç Мишша-салтака. Хĕрарăм ăнланчĕ вара: вăрçă вăхăтĕнче арçын хӳри пулса çӳреймĕн. Лăпланса, вăрçă пĕтессе кĕтсе ларас пулать.

Çапах та пĕр вырăнта лармасть-ха Анук. Хулара пурăнать пулин те, вăхăтне ытларах тĕрлĕ чăваш ялĕсенче ирттерет. Ялта, халăх пухăнсан, Анук тĕнчери лару-тăру çинчен доклад туса парать. Политшкулта мĕн вĕренни доклад тума нумаях пулăшаймарĕ ăна. Темтепĕр вĕрентрĕç унта. Аçта пĕтĕмпех астуса çитерĕн! Малинин юлташ вăрманта тунката çине тăрса каланă лекцисене лайăхрах пуçа хывнă вăл. Çавăнпа унăн докладĕнче тем те пур: çĕр чăмăрĕн историйĕ те, революци юхăмĕ те, шурă чехсемпе учредилкă историйĕ те. Чапайăн чаплă ĕçĕсене те асăнмасăр хăвармасть Анук. Ара, унта хăй пулнă-çке-ха вăл.

Сахара килентерекен виçĕ улăплă Ула çуртра ĕçлеме пӳрнĕшĕн пушшех савăнать Анук. Вĕсем киличчен кăшт маларах кунта Чапаев штабĕ пулнă. «Тăшмана Чапайсăр çĕнтереймĕç, Мускавран чĕнсе илсе, каллех дивизи командирĕ турĕç ăна. Пирĕн Чапай пек паттăр командир урăх çук», текелесе, час-часах мухтанать Анук.

Хулари чăвашсем ялсене пĕрерĕн кашни хăй ĕçĕпе тухса çӳреççĕ. Виççĕшĕ вăтăр яла çитнĕ ĕнтĕ, анчах тăван яла пĕри те кайса курман-ха. Пурте пĕрле кайма ĕмĕтленеççĕ.

Кĕçех хулари чăвашсем çумне тата Арланов килсе хутшăнчĕ. Тайман Сахарне панă сăмаха асра тытса, Чулçырмана куçас шутпа килчĕ вăл. Хулари чăвашсем хапăл туса йышăнчĕç ăна. Иккĕмĕш эрне ĕнтĕ вăл та ыттисемпе пĕрле хĕрлĕ çуртрах назначени кĕтсе пурăнать.

Çĕнĕ инспектор Тайман Сахарĕ пуçланă ĕçе аран туса çитерчĕ. Иккĕмĕш учитель пирки те, Лешеккинчен Чулçырмана çурт куçарас пирки те ĕçсене исполкомра майлаштарнă хыççăн Арланова:

— Ну, граф, хатĕрлен, çак кунсенче пурте Чулçырмана каятпăр, — терĕ (Çимун Арланова, лешĕ Евграф ятлă пулнăран, çапла чĕнет).

Чулçырмана каяс умĕн пĕр-ик кун маларах хулари чăвашсем каçхине хула садне, çуллахи театра, спектакль курма кайрĕç. Тăваттăн кайрĕç те… виççĕн таврăнчĕç. Трашука таçта çухатса хăварчĕç вĕсем. Театрта пурте уйрăм ларнăччĕ. Киле таврăнсан тин юлташĕ пирки пăшăрханса ӳкрĕç. Çавăнпа, çур çĕр иртнĕ пулсан та, çывăрма тăруках выртмарĕç, Трашука кĕтсе, калаçса ларчĕç.

«Тартюф» ятлă спектакль курчĕç вĕсем кĕçĕр. Анук спектакльте кăтартнă пурнăçа тиркесе çĕтĕле пуçларĕ:

— Мĕне кирлĕ пире çав анкă-минкĕ терттюхсен пурăнăçĕ? Хамăр пурăнăçа, революцишĕн кĕрешекен паттăрсене спектакльте кăтартас пулать.

Ку шухăш Арланова та килĕшрĕ. Тăван халăха чăвашла спектакль лартса кăтартас пирки хаваслансах калаçрĕ вăл.

— Ял çыннисем каçса кайĕччĕç, — татах хĕтĕртет Анук арçынсене. — Эпир хамăрах артистсем пулма пултараймастпăр-и вара? Мĕнле пек? Çутĕç пайĕ мĕн шухăшлать кун пирки?

— Чăвашла пьесăсем çук, — терĕ Çимун. — Иван Васильевич патне çырса пăхас мар-и? Тен, вăл пире пĕр-пĕр чăвашла пьеса ярса парĕ.

— Ху пьеса çыр, — сасартăк инспектора хупăрларĕ хĕрарăмсен пуçлăхĕ. — Чулçырмара мĕн тĕрлĕ ĕçсем пулса иртрĕç! Виçĕ Якур тăватă чехпа çанăçни кăна мĕне тăрать… Сан чул вĕреннĕ пулсан, хам çырăттăм. Çыр. Еçĕ те пĕтнĕ. Пьеса çырма уком ячĕпе партийнăй задани паратăп сана.

Çимун, пырĕнчи кĕсле хĕлĕхĕсене пурне те янраттарса, ахăлтатса ячĕ.

— Нимле заданипе те пьеса çырса пулмасть манран, — терĕ вăл кулма чарăнсан. — Вырăсла çырнине чăвашла куçарма, тен, пултарăпăр. Юрĕ. Халь çывăрар-ха. Трашука кĕтсе илеймерĕмĕр. Аçта кайса çухалчĕ-ши сухаллă каччă?!

— Вăрманта çухалманнине хулара çухалмĕ… Чипер çывăрăр! — терĕ те Анук, анаслакаласа, хăй пӳлĕмне кĕрсе кайрĕ.

Анук сăмахĕсем Çимуна лăплантараймарĕç. Анук — хĕрарăм. Вăл Çимунпа Трашук паян мĕн пирки тавлашнине маннă та пуль. Çимун манман. Шăп çав йĕкĕт çулĕсем пирки тавлашрĕç те вĕт. Кăнтăрла «юрату çук» тесе тавлашакан каччă çĕрле юрату çулĕпе кайса çухалнине ĕненес килмест. Ăçта çухалнă вара? Пĕр-пĕр инкек пулман-ши?

Нумайччен куç хупмасăр пăшăрханса выртрĕ Çимун, çапах тул çутăлнă çĕре унăн куçĕ те хупăнчĕ. Трашук кун çутипе тин таврăннине сисмерĕ вăл.

«Юрату çук… » тенĕччĕ Трашук

Имунпа Трашук хушшинчи туслăх, Мăрзабай хирĕнче ĕçленĕ чух пуçланнăскер, аталансах пычĕ. Ĕлĕкрех Çимун асличчĕ. Самарта пĕр шкулта вĕреннĕренпе вара вĕсем тантăшсем пекех пулчĕç. Еçпе илсен, халь Трашукĕ аслăраххи.

Пĕр пӳлĕмре пурăнакан икĕ тус хулари библиотекăна кĕнеке илме пĕрле çӳрет. Анчах тĕрлĕ кĕнеке вулаççĕ вĕсем. Трашук, марксист пуласах тесе, Воробьев çырса панă список тăрăх, Маркс, Энгельс, Ленин, Плеханов, Герцен, Чернышевский çырнă кĕнекесене вулать, Çимун — илемлĕ литература. Пуринчен ытла Тургенев тата Мопассан çырнисене юратать вăл. Трашук ун пек кĕнекесем çине пăхма та йĕрĕнет, ĕçсер çынсемшĕн ача вăййи вăл тет.

Çимун çĕнĕ роман вулăса тухмассерен яланах пĕр сăмах хускатать: юрату пирки. Калаçасса Çимун хăй çеç калаçать, Трашук итлесе ларать. Вăл ялан çапла шăпăрт итлесе ларнашăн Çимун тепĕр чухне вăрçма тытăнать:

— Эс, мĕн, арçын мар-им? Е марксиста юрату пирки сӳпĕлтетме килĕшмест тетĕн-и?..

Трашук, юрату пирки калаçма пĕлменшĕн айăпа кĕнĕ çын пек, йăвашшăн кулма тăрăшать вара.

Сухал ӳстернĕренпе Трашук та арçын шутне кĕчĕ пек ĕнтĕ. Хĕрарăмсем тепĕр чух сарă сухал еннелле кăмăллăн пăхса илеççĕ. Анчах пирĕн хăюсăр каччă кăмăлĕпе çав-çавах ним чухлĕ те улшăнман. Хĕрарăмсем çине пăхма та, тусĕпе юрату пирки калаçма та вăтанать вăл. Калаçас тесен те, мĕн калаçас?.. Хăй юратса курнăччĕ пек, ăна вара никам та юратман… Наçтук тутрине усрать-ха вăл. Тутрине усрать, туйăмне вара усраймарĕ курăнать. Халь Наçтука ăнсăртран аса нлсен те, вăл пĕр-пĕр çывăх хурăнташ пек çеç туйăнать ăна.

Ĕлĕкрех юрату тени Трашукшăн тутлă та хитре, кăмăлтан çеç килекен лăпкă туйăмччĕ. Халĕ çав туйăм сĕвĕрĕлсе пĕтрĕ. Юлашки вăхăтра темле вĕрилентерекен тĕлĕксем аптрата пуçларĕç йĕкĕте. Палламан хитре хĕр килсе çулăхать ăна тĕлĕкре. Вăрансанах, хĕр сăнĕ сирĕлсе каять. Сăнарсăр савни каçсерен аптратнипе Трашук тарăхса çитрĕ, «материалистла» шухăшласа çав çыпçăнчăк тĕлĕкĕн тымарне шыраса тупас терĕ.

Шухăшла-шухăшла пирĕн çамрăк материалист хăйĕншĕн пĕр открыти турĕ: «Сăнсăр-сăнарсăр хĕре юратрăм. Тамаша! Апла пулсан, юрату тени суя сăмах вăл. Юрату çук. Арлăх туртăмĕ çеç юна пăлхатать». Çак шухăш Трашук пуçĕнче яла кайма хатĕрленнĕ вăхăтра çуралчĕ. Çимун шăп çавăн чух çĕнĕ кĕнеке вуласа тухнăччĕ. Театра каяс умĕн килте иккĕшех юлнăччĕ вĕсем. Çимун яланхи пекех юрату пирки хăйĕн юррине юрларĕ. Трашук хальхинче Çимун сӳпĕлтетнине вĕçĕмсĕр итлесе ларасшăн пулмарĕ, аслăрах юлташне пӳлсе, тӳрех персе ячĕ:

— Нимле юрату та çук. Суя сăмах вăл.

— Ашак калаçа пуçларĕ! Пăхăр-ха çавна. Ну персе ятăн та, ача, — кула-кула, хирĕç тавăрчĕ Çимун. Анчах вăл кĕçех Трашук кăмăлсăрланнине сисрĕ те юлташне кунĕлетме васкарĕ:

— Ан çиллен, Трашук. Вырăсла кун пек чух «Валаамова Ослица заговорила» теççĕ. Çавăнпа çеç ашак пирки асăнтăм.

Çилленнипе çилленменнине палăртмарĕ Трашук, çапах юлташĕпе юрату пирки хирĕçсех тавлашса кайрĕ, ăна «идеалист» сăмахпа та кӳрентерме пăхрĕ. Тата тем вăхăт та тавлашатчĕç пуль тĕрлĕ кĕнеке вулакан юлташсем, Анук килсе кĕни кăна сасартăк сивĕтрĕ иккĕшне те.

… Спектакль курнă каç çухаласси Трашукăн çакăн пек пулса тухрĕ.

Пурте юнашар е пĕр ĕретре те пулин лармалли билетсем пулмарĕç кассăра. Те телее, те инкеке Трашукăн питĕ хитре майрапа юнашар ларма тиврĕ. Çакă, кĕтмен çĕртен, унăн паçăрхи шухăшне арпаштарса ячĕ, чун канлĕхне таçталла вĕçтерчĕ. Çынсем спектакль курнă чух Трашук хитре майран сулахай питçăмартине сăнаса ларчĕ…

Трашук малтан лăпланма тăрăшрĕ, хăйне хăй хистесе те пăхрĕ: лартăрах, маншăн пурпĕрех терĕ. Анчах хăй вара сцена çине тӳрĕ пăхса ларма тăрăшрĕ пулин те, куçĕпе пĕрмай сылтăмалла пăрăнчĕ.

Хĕрĕн сулахай питçăмарти çинче хура тур палли пур. Кам вăл? Аçта, хăçан курнăччĕ-ши ăна? Ниепле те астăваймарĕ каччă.

Антрактсем вăхăтĕнче хитре майра уçăлма тухса çӳрерĕ, Трашук та пĕр вырăнта лармарĕ, халăх хушшине пытанса, ăна сăнарĕ. Акă ун кӳрши пĕр хĕре тĕл пулчĕ, унпа калаçа пуçларĕ. Лешĕ ăна ятпа чĕнчĕ. Сафо! Çĕр çăттăрах, Улькин хĕрĕ вĕт ку!

«Паллатăп вĕт. Тата мĕн кирлĕ мана? Ма куç каллех сылтăмалла чалăшать? Шуйттан пĕлет-и… »

Юлашки акт вăхăтĕнче çапла шухăшланăччĕ кăна Трашук — хитре хĕр, те юриех, те ăнсăртран, унран пăшăлтатса:

— Каçарăр, эсир çак актрисăн хушаматне пĕлместĕр-и? — тесе ыйтрĕ.

— Пĕлместĕп. Эп хула çынни мар, — васкаса тавăрчĕ Трашук.

Хĕр, ун енне пăртак тайăлса, ăна вут пек куçĕпе тинкерчĕ.

Хумханнă, вăтаннă Трашук çунса каяс патне çитрĕ. Хăрушă. Гимнази пĕтернĕ. Унпа калаçма та пĕлеймĕн. Гимнази тени Трашукшăн университет тенинчен те чаплăрах янăрать. Çак çумри хитре хĕр тĕлĕкри ĕмĕт пек. Актриса хушамачĕ пирки ыйтрĕ. Хушаматне мар, сăмахне те хальччен илтсе курман Трашук. «Артистка» вырăнне вĕреннĕреххисем çапла калаççĕ пулĕ-ха. Хитререн хитре сăмах тупать вĕреннĕ çын. Çук, сцена çинчи актрисăсене кураймарĕ Трашук. Спектакль пĕтичченех пĕр хĕрнĕ тимĕр пек хĕрелчĕ, пĕр шуратнă пир пек шуралчĕ. Чаршав хупăнсанах тухсэ тарать вăл. Анчах тарма та хĕн иккен.

Çынсем шавласа алă çупнă чух хĕр:

— Паллашар, эппин. Мана Сафо тесе чĕнеççĕ, — терĕ.

Алă пачĕ, хытă чăмăртарĕ. Хăюсăр каччă ирĕксĕрех хăюлланса хăй те хытă чăмăртарĕ вара. Тем-тем калама чухлаймарĕ, çапах алă панă чух: «Петров», — терĕ.

Тарма çул хупăнчĕ ĕнтĕ. Театртан тухсан, Трашук аяккинелле пăрăнаймарĕ, сылтăм енне тăрса, хĕрпе юнашар утрĕ.

— Ман кавалер пулса, мана ăсатас тетĕр-и? Сулахай хулран тытăр, эппин, — терĕ хула хĕрĕ. Хăй çав вăхăтра шлепке тăрринчи хура чĕнтĕрне пичĕ çине сулса антарчĕ. (Хăйне çын ан паллатăр терĕ-ши?) Пĕр-ик минутран Трашук акă мĕн асăрхарĕ: çынсем сад хапхи еннелле утаççĕ, вĕсем улах аллейăпа тепĕр еннелле çул тытрĕç.

Уйăх çутинчен те пытанас терĕ пуль майра. Вăл тĕттĕмрех кĕтесре пĕр сак тупрĕ те çавăнта пăртак калаçса ларасшăн пулчĕ.

— Эсир, Петров юлташ, Мольер япалисене пурне те лайăх пĕлетĕр ĕнтĕ, «Тартюфне» Самарта темиçе хут та курнă пуль. Сцена çине пăхмарăр та, — терĕ вăл ларнă-ларманах.

Трашук хăй пуçласа калаçма çеç пĕлмест иккен. Сăмах пуçлакан пулсан, ачи чиперех калаçать. Хăюллă çынпа хăй те хăюллă.

— Курнăран та, пĕлнĕрен те мар. Сцена çине пăхма вăхăт пулмарĕ ман… Тĕрĕссипе калам-ха сире. Эп гимназире вĕренмен, Мольерне вуламан, «Тартюфне» курман. Ялтан эпĕ, батрак…

— Халăхран тухнă çын! — васкаса пӳлчĕ ăна Сафо. — Халь çав темрен те хаклă. Батрак мар ентĕ эсир — комиссар, çĕнĕ власть! Комиссар паллине театра кайнă чух та хăвармастăр, — те тăрăхласа, те мухтаса, вăл аллипе наган йĕннине тĕкĕнчĕ. — Анчах сцена çине мĕншĕн пăхманнине каламарăр-ха. Тем юптарса, вăхăт пулмарĕ терĕр. Мĕн ĕçлесе лартăр вара театрта?

— Ĕçлесе мар, савăнса лартăм. Савăнса та… хăраса, — терĕ хăюсăр каччă. — Сирĕнпе юнашар ларакан арçын спектакль курма ерçеймест пуль.

— О-о! Эсир комплимент калама та пĕлетĕр-ха, ман кĕçĕрхи ăнсăртран тупăннă кавалерăм…

Çапла пуçланчĕ çĕрлехи улах кĕтесри калаçу. Трашук ăçта ĕçленине пĕлсен, Сафо пушшех те хавасланчĕ:

— О-о, чăнах та, пысăк комиссар иккен эсир. Тен, мана пĕр ĕçре пулăшма та пултарăр-ха. Юрĕ-çке, ун пирки кайран калаçасса шанатăп, халь çак тӳлек каçпа киленер.

Кĕçех Сафо «кавалер» мĕнле сăвăсем юратнине пĕлесшĕн пулчĕ. Мĕнле сăвăсем? Шкулта вĕреннĕ сăвăсене çеç пĕлет Трашук.

— Блок сăввисене пĕлместĕр-и? — ыйтрĕ хĕр.

Блок? Шуйттан пĕлет-и ăна. Унăн:

— Пĕлместĕп, кăшт вуланăччĕ, астуса юлаймарăм, — темелле пулчĕ.

Эх, Трашук! Хитре майра пăса пуçларĕ сана, нихçан суйманнине суйрăн вĕт. Хĕр сисмерĕ-ха, Блок сăввисене хăех вула пуçларĕ.

— Итлĕр, эппин. Кĕçĕрхи каç пирки каламан-и çак сăмахсене ытарайми поэт:

Земля пустынна, ночь бледка,

Недвижно лунное сиянье,

В звездах немая тишина —

Обитель страха и молчанья,

Я знаю твой победный лик,

Призывный голос слышу ясно.

Душе понятен твой язык,

Но… Ты зовешь меня напрасно.

Юлашки йĕркене вăл тăстарарах каларĕ, пуçне каччă умне çывхартрĕ.

Хальччен илтмен, вуламан, тĕлĕнмелле кĕске хушаматлă поэт сăввисем Трашук чунне çӳçентерчĕç. «Но ты зовешь меня напрасно» тени хурлантарчĕ вара.

Сафо малалла вуларĕ. Татах кăшт хурлантарчĕç те, савăнтарчĕç те Трашука Блок сăввисем:

Пусть светит месяц, — ночь темна.

Пусть жизнь приносит людям счастье, —

В моей душе любви весна

Не сменит бурного ненастья.

Те хăйшĕн, те сăвă вулакан хитре хĕршĕн хурланчĕ Трашук.

Я буду помнить те мгновенья,

Когда душа твоя с моей

Слились в блаженном упоеньи

Случайно сплетшихся ветвей.

Халь хăйшĕн те, хĕршĕн те савăнчĕ каччă. Емĕтленчĕ. Ма тесен çак самантра вĕсен, чунĕсем мĕнле-тĕр те, аллисем пĕрлешрĕç ĕнтĕ. Хĕр аллисем хăюллăрах. Акă вĕсем каччă пилĕкне ыталаса алхасрĕç. Хĕр «комиссарăн» кĕске пăшалне туртса илем пекки тунă чух Трашук пĕтĕмпех ун ытамне кĕрсе ӳкрĕ.

Иăваш йĕкĕт кирлĕ самантра сасартăк хĕрсе кайса çапăçма хатĕррине курнăччĕ эпир. Халь те Трашук аллисем сасартăк хăюлланчĕç, каччă хăй сиссе юличченех тенĕ пек, хĕр пилĕкне пăчăртарĕç, акă хĕр ун ытамне лекрĕ. Каччă хĕр пуçне кăшт хыçалла тайăлтарчĕ те çемçе сухал хĕр тутине витрĕ, Трашук хула хĕрне тăн çухатса чуптурĕ. Хĕрĕ тăн çухатмарĕ пулас. «Чимĕр-ха, прическăна юсам» тесе, каччă ытамĕнчен тухрĕ вăл. Хăйĕн хура чĕнтĕрлĕ шлепкине малтанах сак çине хывса хунă-мĕн. Унтан Сафо кăшт юсанкаласа ларчĕ те, пĕртте хумханмасăр, лăпкă сасăпа:

— Çынна пĕрре курнипех юратса пăрахма пулать теççĕ. Эсир çавна ĕненетĕр-и? — тесе ыйтрĕ.

Ененчĕ ĕнтĕ Трашук. Вăл, хĕр аллине алăран ямасăр, хăй виçĕмçул Сафона пĕрре курнипех юратса пăрахни çинчен пăлханса каласа пачĕ. Айван каччă хĕр пăлханманнине сисмерĕ, хăйне хăй вара Улькин хĕрне, чăнах та, виçĕмçултанпах юратап тесе ĕнентерчĕ.

Анчах ăстăнĕ те пăртак йăшăлтатать иккен-ха:

«Миçере-ши халĕ Сафо?»

Ку шухăша хăваласа ячĕ те Трашук, тепри килсе вăрăнчĕ. Пĕррехинче Кĕтери ăна: «Эс хĕрне мар, пушмакне юратнă», — тенĕччĕ. «Халĕ те хĕрне мар, хура чĕнтĕрлĕ шлепкине юратмарăм-и?»

Ку шухăш та вĕçленсе çитеймерĕ, сĕвĕрĕлчĕ, çухалчĕ.

Мĕн пулсан та, айван каччăн чĕрине çил-тăвăл пек вăйлă туйăм килсе хускатрĕ. Çавă пуль ĕнтĕ юрату тени.

Пĕрре чуптунă хыççăн тек вăтанса тăмарĕ вара каччă, тепре чуптума пикенчĕ. Анчах хĕр ирĕк памарĕ халь, пӳрнипе юнаса:

— Но, но! Без хамства! — терĕ, чĕрене ыраттаракан сăмахсене çапах та кулăпа çемçетсе каларĕ.

Каччă вара теиĕр енчен пырса хупăрларĕ:

— Эп юратап сире! Пытармастăп хам кăмăла. А эсир? Калăр ĕнтĕ çав хитре сăмаха. Манăн та илтес килет вĕт.

— Чимĕр-ха, хăюллă кавалерăм. Пирĕн халь çак тӳлек хӳтлĕхрен тухма иĕлес пулать. Сад хапхине тахçанах питĕрнĕ ĕнтĕ, — терĕ хĕр, ура çине тăрса.

Сад карти урлă пĕрре мар каçса курнă ахăр вăл: Трашука, пĕр иккĕленмесĕр, хула енне мар, урăх енне ертсе кайрĕ. Сăрланă хăма хӳме урлă чиперех каçрĕç. Каçрĕç те курăк çине ларчĕç.

— Курăр, сывлăр, савăнăр! — терĕ Сафо, аллисене саркаласа. — Пирĕн хула илемĕ çакăнта ĕнтĕ. Пирĕн пурăнăç илемĕ те çакăнта пултăр!

Тул çуталнă. Кунта тавралăх, чăнах та, ытарайми хитре. Сывлăш уçă. Сăртлăхпа юханшыв енчен туртăнакан ир сывлăмĕ пăчă каçа кура çăмăл тумланнă хĕре çӳçентерет, каччă çумне йăпшăнтарать. Улах ирттернĕ каç, çак илемлĕ ир халь ĕнтĕ хула хĕрĕн кăмăлне те çемçетрĕ пулмалла. Вăл аллисене каччă хулĕ çине хучĕ, куçран темиçе самант пăхса ларчĕ те:

— Хитре! Тавралăх хитре. Эсĕ те хитре, — тесе тинех хăй качча ыталаса чуптурĕ.

«Юрату çук» темерĕ пуль Трашук çав вăхăтра…

«Камун эрни»

Çуркуннеренпе Чулçырма тĕс çухатнă ял пек курăнать. Тĕс те, сасă та çухатнă. Сахар пухса чăмăртанă актив Хĕрлĕ Çара кайса пĕтрĕ. Ахтем Макарĕ те кайрĕ ĕнтĕ. Лешеккинче коммунистсен шучĕ чакни питех сисĕнмерĕ, унта партие хĕрарăмсем (Ольăпа Антонина Павловна) çырăнчĕç. Чулçырмара вара Сахарпа Микка иккĕнех.

Тайман Сахарĕ революци ĕçĕнчен отпуск илнĕ пек халĕ. Çул типсенех, ниме туса, вăл Пасарлă ялтан пӳрт куçарчĕ те çавăнтанпах çурт-йĕр çавăрса аппаланать.

Сахар кăна мар, пĕтĕм ял самана ĕçĕнчен отпуск илнĕ тейĕн. Ялти ĕçсене Шатра Микка пĕчченех майлаштарса пырать ерипен, — ăна пулăшакан та, чăрмантаракан та çук. Хушăран Тайман Сахарĕ патне нĕр-пĕр канаш ыйтма пырса каять вăл. Пĕррехинче ял пуçлăхĕ шӳтлесе «кӳренме» пăхрĕ:

— Пирĕн ял кастарнă ăйăр пек тăруках лăпланчĕ, — терĕ вăл. — Хусах ял пек курăнать. Пĕр кутăн çын та Совета пырса вăрçмасть. Революцие хирĕç те, майлă та кăшкăракан çук. Кичем капла.

— Куншăн кулянмăпăр-ха, — тавăрчĕ Сахар. — Кулянас тесен, кулянмалли пур пирĕн. Çынсене парти енне çавăрас енчен эпир Лешеккисенчен кая юлтăмăр. Райком пире пуçран шăлмĕ куншăн.

— Эсĕ революцишĕн çеç кулянатăн, манăн контрреволюцишĕн те кулянма тивет. Ялта нĕр куштан юлмарĕ. Тăхăр куштан пĕр самантра çухалчĕç. Вĕсем пирки халĕ те ним сас-чĕв çук вĕт.

— Тупрăн хуйхă, — кулса ячĕ Сахар. — Пуянсем сана пăрахса кайнипе ял илемĕ çухалчĕ тетĕн-им?

— Хуйхă çав, — терĕ Микка, ĕнснне хыçкаласа. — Хăйсем кайнă та, килйышĕсем юлнă. Çавсем пырса аптратаççĕ мана.

Сахар кулмарĕ урăх, хăй те шухăша кайрĕ.

— Ял пуçлăхне аптратаççĕ пуль çав, — терĕ вăл кăшт шухăшланă хыççăн. — Эп хам, тĕрĕссипе каласан, мансах кайнăччĕ вĕсем çинчен. Манма юрамасть. Мĕн тесен те — ял çыннисем, Чулçырма гражданĕсем. Юрĕ, пăртак ерçсен, хулана кайса, вĕсен шăпине пĕлсе килĕп эпĕ.

— Ху каймасан та пырĕ. Хут çыр, — терĕ Микка. Сахар хут çырса ĕлкĕреймерĕ. Кĕçех яла хулари чăвашсем килсе çитрĕç, вĕсемне пĕрле хулана Сахарăн та каймалла пулчĕ.

Çурт куçарас умĕн Сахар ялта вырăн пăхса çӳрерĕ. Сăрт çинчи кĕлетсен хыçĕнче анкартисем пуçланаççĕ. Анкартисемпе Чулçырма çыранĕ хушшинче вĕтĕ хăвалăх ӳсет. Çавăнта çурт лартма ĕлĕк никам та шухăшламанччĕ. Виçĕмçул Мăрзабай Çимунĕ çул кăтартса пачĕ. Пĕлтĕр кунта тата виç-тăватă кил шăтса ларнă.

Çимунпа юнашарах летчик-Микка куçса ларнă. Каçăр Натали, çамрăк хитре хĕрарăм, Самлей чăвашне хăй çумне вĕренпе кăкарса хучĕ тейĕн. Нихçан путлĕ ĕçлесе курман çăмăлттай тар кăларсах ĕçлекен пулнăччĕ. Халĕ летчикĕ те Хĕрлĕ Çарта ĕнтĕ. Патша çарĕнчен тарса çӳренĕскер, Хĕрлĕ Çартан тарма шухăшламан курăнать.

Çимун кил-çурчĕпе юнашар, ял енче, чылай пысăк пĕр тăваткал лаптăк пур. Çак вырăна пурте тиркенĕ. Чулçырма çыранĕ ытла çӳллĕ те чăнкă кунта. Шыв ăсма тавра çулпа çӳреме тивет. Сахар, вырăн шыраса, çак тĕлте чарăнса тăнăччĕ. Çав вăхăтра ăна такам: «Атте» тесе чĕнчĕ. Çамрăк хĕрарăм сасси. Сахар, тĕлĕнсе, çаврăнса пăхрĕ те тин астурĕ: Каçăр Натали туйĕнче хăйматлăх пулнăччĕ вĕт. Пăх-ха эс ăна, тăван хĕрĕ пекех чĕнет…

— Сан летчик упăшкуна пĕр-ик хутчен эпĕ те курса юлтăм, — терĕ Сахар, сăмах чĕнес майпа. — Мĕнле, летчик тĕкне тăкса çитерчĕ-и?

— Тăктартăм, — кулса ячĕ Натали. — Пĕрне-пĕри питĕ килĕшрĕмĕр. Салтакран таврăнсан, çӳçне тăпăлтарап-ха… Пĕрре трюмашăн тăпăлтарнăччĕ.

Мĕнле «трюмашăн» тăпăлтарнине пĕлсен, çамрăк чухнехи пек каçса кайсах кулчĕ Сахар.

— Халь мĕншĕн тăпăлтарасшăн тата? — ыйтрĕ юлашкинчен.

Каçăр пуçлă, яштака пӳллĕ хитре «хĕрĕ» çине савăнса пăхса тăчĕ «ашше». Натали пек хитре пике Чулçырмара урăх çук, тенĕччĕ вăл туйра. Халĕ те çаплах шухăшларĕ.

— Улталарĕ мана шуйттан летчикĕ, — çĕтĕлчĕ Натали. — Ывăл ачан ятне пăсса хунă. Хветĕр ятлă пултăр терĕм эпĕ. Вăл манран вăрттăн урăхла çыртарнă. Çур çул ачана Хветĕр, Хветĕр тесе сиктереп. Пĕркун Шатра Микка çавна илтрĕ те: «Мĕн аташан, Натали, Хветĕр мар вăл, Лев ятлă», тет. Çĕр çăттăр!.. Сахар каллех кула пуçларĕ.

— Куншăн çӳçне тăпăлтарма мар, упăшкуна чуптăвас пулать, — терĕ вăл. — Ытарайми хитре ят. Вырăс хушшинче питĕ пысăк çын Лев ятлă пулнă. Лев Толстой. Вăл вилсен, пĕтĕм халăх кулянчĕ.

— Вырăса пырать вăл, атте, чăваша çĕвер ячĕ килĕшмест. Хушамачĕ Медведюх пулмасан, ятне питех тиркемĕттĕм. Упа çури арăслан тенĕ пек тухать вĕт-ха, çав хăртать.

«Лев Медведев! Чаплă янăрать. Маншăн хитре, уншăн «çĕвер». Упа кĕтессинчи тĕттĕм чăваш ялне те килсе хускатрĕ вĕт революци. Тĕрлĕ «летчиксем» те ирĕксĕрех яла çĕнĕ сывлăш кĕртеççĕ, хăйсем мĕн хăтлансан та — халăха хирĕçтерсен те, майăн калаçтарсан та — ăна малаллах туртаççĕ. Самана сывлăшĕ ĕнтĕ вăл. Натали те «тăпăлтарап» тет, анчах хăй «çĕвер» ячĕпе килĕше пуçланă ĕнтĕ, кăмăллăн çĕтĕлет. Пĕрĕннĕ тути вăрçнă çĕртех кулма хатĕр», — шухăшларĕ Сахар.

— Вырăса килĕшни чăваша та килĕшĕ, Натали, — терĕ вăл. — Ывăлу ӳссе çитнĕ çĕре Лев тени чăваш хушшинче те хитре пулать. Арăслан пек паттăр, хăюллă пултăр тенĕ пуль Микка. Ан ятла уншăн упăшкуна. Вăл хăй те Хĕрлĕ Çартан чаплă герой пулса таврăнĕ ак.

Унччен кулма-тăрăхлама хатĕр хĕрарăмăн куçĕ сасартăк шывланчĕ.

— Спаççипă сана, атте, ырă сăмахшăн, — терĕ вăл, чĕрçиттипе куçне шăлса. — Микка пирки никамран ырă сăмах илтменччĕ. Пурте летчика киле кĕртнĕшĕн сивлерĕç мана. Тăлăх пуриăçран анчах çыхлантăм çав каскăнпа. Хăвах пĕлен, тăван атте çук, упăшка çухалчĕ, хĕрачана ӳстермелле, вăл çичче пусрĕ ĕнтĕ халь. Тиркесе тăма килмерĕ… Эс халь маншăн тăван атте вырăннех ĕнтĕ. Çынсем камун тесе сивлеççĕ, эпĕ «Атте камун пулсан, камунсенчен хăрамалли çук» тетĕп. Эсир çакăнта пӳрт лартсан, маншăн та лайăх пулĕччĕ…

Çĕнĕ кӳршĕсем пурте кĕçех камунран хăрами пулчĕç. Кашнийĕнех арçын туса пĕтермен ĕç тупăнчĕ. Сахар хăшне кăмака туса, хăшне чӳрече лартса пулăшрĕ.

Пӳрт куçарма кайичченех Сахар тăваткал лаптăка вĕрлĕк тытрĕ. Унтан çыран хĕрринче, тарăн шăтăк алтса, хăма çапса, темле хӳшĕ пекрех япала туса лартрĕ. Ятне чăвашла калама намăс. Çавăнпа вырăсла «нушник» терĕç ăна. Хальччен ялта пулман япала.

Лисукпа Тарас çав вăхăтра çыран аяккине кунĕн-çĕрĕн чаврĕç. Тарас малтанах мĕншĕн чавмаллине тавçăраймарĕ. Тепĕр еннелле те чавма тытăнсан, вăл пушшех тĕлĕнчĕ.

— Мĕн пулать капла, анне, ма тепĕр еннелле чава пуçларăмăр? — ыйтрĕ вăл аптраса.

— Аçу çапла чавма хушрĕ, сичсак пултăр, терĕ.

— Мĕнле çичĕ сак? Ларса канма сак тăватпăр-и?

— Кукăр-макăр çула вырăсла çапла калаççĕ, тет. Сичсак тусан, хăпарма çăмăлтарах пулать.

— А-а, зигзаг! — тавçăрса илчĕ Тарас.

— Эпĕ те çаплах калап-çке, сичсак теп.

Çав кукăр-макăр пусмаллă çула кайран пурте сичсак тесе калакан пулчĕç. Ашшĕ те: «Тарас, сичсакпа кайса, пĕр наччас шыв ăсса кил-ха», тесе калатчĕ. Шыва кайма кунтан виçĕ çул пур: пĕри — Çимунпа Трашук тунă анлă сĕвек çул, вăл çулпа çӳреме инçерех; тепри — Малтикасри çăл патне илсе каякан çул, вăл тата инçерех. Чи çывăххи — сичсак. Çулĕ мĕнле кукăрăлса хуçлансан та, — чăнкăрах çав. Анчах, çывăх тесен, çывăх ĕнтĕ, кăмака кукринченех пуçланать.

Кăмака кукри тесе юптарса каламарăмăр-ха. Çыран хĕрринче Сахар, чăнах та, пĕчĕк кăмака туса лартрĕ, Кăмакин çӳллĕш аршăн та çук, çавах унăн труби те пур. Кăмака тӳпинче чугун лартма йăвасем тунă. Тулта ларакан кăмака тул ăшăтма мар ĕнтĕ, çуллахи вăхăтра апат пĕçерме кирлĕ.

Мулла Анукĕ, çав кăмакана курсан, каçса кайрĕ.

— Сахар пичче, ку вăл сан натуральнăй кăмака пулса тăнă-ха. Яшка пĕçерме те, улма ăшалама та, икерчĕ пĕçерме те пулать унта, — терĕ вăл, хулара вĕреннĕ «культурлă» сăмаха вырăнлă тĕртсе хурса.

Хулари чăвашсем Чулçырмана пырса çитнĕ çĕре Сахар пӳртпе кĕлет хушшинче сарай туса çитернĕччĕ. Тата пӳртре те кăмака купаласа лартнăччĕ. Виçĕ «комиссарпа» пĕр учитель Сахар ĕçне пĕр-пĕр авторитетлă комисси пек тĕрĕслерĕç. Кил-çуртне тиркемерĕç, анчах мухтама та васкамарĕç.

— Эс, Захар Матвеевич, хăвăн йăвуна чăвашла та мар, вырăсла та мар çавăратăн. Пушкăртла теме те май килмест, — терĕ Çимун.

— Нимĕçле! — кирлĕ сăмах тупнăшăн савăнса кăшкăрчĕ Анук. — Тата пӳрт тавра çеçкеллĕ тĕмĕсем лартсан, шăпах нимĕçле пулать. Эп нимĕç колонийĕсенче пулса курнă. Çавсен — хуралтă тăтăш, килкартинче çуллахи пĕчĕк кăмака пур, юнашарах — анкарти.

— Сахар пиччен анкартийĕ гонашар та мар, килкартинчех, — сăмах хушрĕ Трашук та.

Чăнах та, Сахар çакăнтах, пӳртрен пĕр çирĕм-вăтăр утăмра, йĕтем туса хатĕрленĕ.

Пӳрт тăррипе пӳртри кăмака уйрăмах калаçтарчĕç «комиссие». Пӳрт витме хăма çук, шăвăç пирки, саманине кура, калаçма та кирлĕ мар. Çавах улăм витмен Сахар. Çавра кӳлĕре ӳсекен хăмăшран вĕтĕ кĕлте çыхса витнĕ, çиелтен тăм шăлнă.

— Кун пек виткич тинчере урăх çук, — терĕ Арланов, çынран юлас мар тесе.

Анука тулти кăмакана курнă хыççăн пӳртри кăмака пушшех савăнтарчĕ:

— Çав кирпĕчренех купаланă вĕт кăмакине, — терĕ вăл, хавасланса, — анчах кăмака аяккисем яп-яка та тип-тикĕс, шăратса тунă пек. Тайман Сахарĕ ăста шорник тенине илтнĕччĕ эп, вăл ăстаран ăста кăмакаçă та иккен тата.

— Мĕн кăна тума пĕлместĕн-ши эс, Захар Матвеевич? — терĕ «комисси» пуçлăхĕ Çимун. — Шорник, атăç, платник, столяр, кăмакаçă… тата мĕн калас?

— Тата музыкант! — тере те Арланов, стена çумĕнче çакăнса тăракан тăмрана ярса тытрĕ, пĕли-пĕлми тĕнкĕлтеттерсе илчĕ.

— Çынсем канмалла тапак туртаççĕ, эп тăмра калап. Тараса ташлама вĕрентеп. Рамаш пек герой пуласшăн, хăй ун пек ташлаймасть, — терĕ Сахар, шăпăрт тăракан ачана вăтантарса. Хăй çавăнтах тăмрине, Арланов аллинчен илсе, кăшт ĕнеркелерĕ те сасартăк ташă кĕвви янратса ячĕ.

— Эх, Тимĕркке пичче каларăшле, замана! Арçынсăр пурăнма пултарап, ташă кĕвви илтсен, ташламасăр тӳсейместĕп, — терĕ те Анук, çавăнтах арçын пек тапăртатса ташлама тытăнчĕ. Арланов пăхрĕ-пăхрĕ те хĕрарăм пек якăштатма пуçларĕ.

— Çынсем ĕçлеççĕ, камунсем ташлаççĕ, — сивлесе мăкăртатрĕ пӳрт аяккипе анкартине хăпаракан хĕрарăм.

Тепĕр икĕ кунтан камунсем ташласа кăна мар, ĕçлесе те халăха тĕлĕнтерчĕç. Хуларан кнлнисем çумне тата лешеккисем килсе хутшăнчĕç — Ольăпа Антонина Павловна. Сахар хăй валли те, Анук валли те тырă акса хăварнăччĕ. Ун чух ĕçлессе хирте Тарас ытларах куккăшсемпе пĕрле ĕçлерĕ. Халь, тырă вырнă чух, Тарас ĕçленипе çырлахайман. Камунсен эртелĕнче вунă çын, виçĕ лаша. Эрне хушшинче вĕсем, савăк юрласа, хастар ĕçлесе, акнă тырра вырса илме те, авăн çапма та ĕлкĕрчĕç.

Вĕсене кура ял çыннисем те хастарлăрах ĕçлеме тытăнчĕç пек.

Çынсем, халь ĕнтĕ пĕр сивлемесĕр, тăрăхламасăр, çак кунсене «камун эрни» терĕç.

Сахар та, Çимун арăмĕ те тырă нумаях акайман. Камун эртелĕ Чулçырмара кăна мар, Лешеккинче те ĕçлесе курчĕ, вырăссене те «камун эрни» пирки калаçтарчĕ.

Хĕрарăмла ташлакан Арланов та юлташĕсенчен юлмарĕ ĕнтĕ, анчах ĕçре Тараспа хĕрарăмсенчен ирттереймерĕ. Кула-кула, Ольăпа Тоня ăна кĕлте çыхма вĕрентрĕç.

Тарас çуркунне куккăшсен эртелĕпе ĕçленĕ хирте камунсем тырă вырнă чух Селĕп Кириле вĕсен пĕрлешӳллĕ ĕçĕнчен тĕлĕнмерĕ.

— Камунсемпе хăратаççĕ халăха. Ним хăрамалли те çук. Чăваш ĕлĕкренех камунла ĕçлеме юратать. Тырă акма эпир яланах, хамăр вĕçсем, эртелпе тухатпăр, арçынсăр хĕрарăмсене арçын тумалли ĕçре пулăшатпăр. Ниме туни те камун ĕçĕ евĕрлĕрех, — терĕ вăл Сахарпа калаçнă чух.

— Чăн каларĕ вĕт хунчăкам! — тĕлĕнчĕ Сахар. — Чăваш, чăнах та, час-часах пĕрлешсе эртелпе ĕçлет. Ниме туни те коммунизмла субботник тунă евĕрлĕ мар-и? — Çапла каларĕ те Сахар канма пухăннă çынсене Куракхăвинчи коммунарсен ĕçĕ çинчен каласа пачĕ. Вăл унта пĕркун, Трашук амăшне йывăç пӳрте кĕме пулăшас тесе, кĕленче илме кайса килнĕччĕ.

Камун эртелĕ юлашкинчен Лешеккинчен шкул валли çурт куçарса пачĕ. Куншăн пуринчен ытла Антонина Павловнăпа Евграф Архипович савăнчĕç. Кĕркуннерен пĕр шкулта ĕçлеме пуçлаççĕ вĕсем.

Килнĕренпе вунă кун иртнĕ çĕре хулари чăвашсем хулана таврăнма хатĕрлене пусларĕç. Арланова Анук хăйĕн пӳртĕнче пурăнма хушрĕ. «Лаша пăхма пĕлместĕн, ăна Тарас пăхĕ», — терĕ.

Ĕни те пур-ха Анукăн. Ĕне пирки вăл Лисукпа калаçса татăлчĕ.

Çимун та каллех çемйине пăрахса кайма хатĕрленет иккен. Çимун арăмĕ Пăлаки виçĕмçул пĕр эрнене ăсатнă упăшкине кăçал аран кĕтсе илнĕччĕ. Ывăл ачи те ашшĕне кĕтсе илчĕ, анчах «Атте» теме часах вĕренеймерĕ. Çимун хурланчĕ уншăн. Виççĕмĕш кунне пилĕк çулхи Ваççа «Атте!» тенине илтсен, ашшĕ савăнсах кайрĕ. Ывăлĕ сасартăк паян тин çут тĕнчене килсе кĕнĕ пек туйăнчĕ ăна.

Çак самантран пуçласа Çимун чĕри ывăлĕшĕн те, кулянакан арăмĕшĕн те уçăлчĕ.

Пăлаки Çимун улшăннине сисрĕ, анчах темшĕн савăнмарĕ. Упăшки ыран хулана каяс тенĕ кун ача сăнлă хĕрарăм кĕлете кĕрсе макăрчĕ те, питне-куçне чĕрçиттипе типĕтсе, пӳрте кĕчĕ. Çимун ача валли, çĕçĕпе каскаласа, вылямалли пăшал туса ларатчĕ.

— Çимун, итле-ха ман сăмаха, — терĕ Пăлаки. — Хальччен эпĕ сана хирĕçсе те, кĕвĕçсе те пĕр усал сăмах каламанччĕ. Халь те каламăп. Вăрçса-кĕвĕçсе мар, йăлăнса калас теп…

Çимун, каскалама пăрахса, хăлхине тăратрĕ, арăмĕ çине тĕлĕнсе пăхса илчĕ.

«Нюра пирки кăна сивĕнтĕм пуль арăмран. Сивĕнтĕм мар, малтанах унăн ăшшипе ăшăиасшăн пулмарăм, ахăр. Пит ырă чун вĕт Пăлаки, ман юратнă ывăлăн амăшĕ. Хăй халĕ те ача чунлă», — вĕркерĕç шухăшсем ун пуçĕнче; унăн арăмне ачашлас килсе кайрĕ.

Упăшкинчен сăмах илтес тесе, сăмахлама чарăннăччĕ Пăлаки. Çимунăн хальхи туйăмĕсене сисеймерĕ вăл. Упăшки сăмах чĕиессе те кĕтсе илеймерĕ. Каларĕ вара калас тенĕ сăмахне:

— Эс майра хĕрне юратнине эп. тахçантанпах пĕлетĕп. Халь хулара пĕрле пурăнатăр пуль ĕнтĕ. Пурăнăрах. Эп сан кăмăлна хальччен çавăрайманнине халь тин çавăраймăп. Анчах, тархасшăн, хулара майрупа хамăр ял çыннисене курăнса ан çӳрĕр. Ялта сăмах ан сарăлтăрччĕ. Аçта кайса кĕрес ĕнтĕ ман? Ывăл пур вĕт, ăна ӳстерсе çын тăвас пулать. Пĕчĕк ача, ашшĕ пур çĕртех, çынран илтсе, пĕчĕк чĕлхипе «Атте çук» тесе каламалла ан пултăрччĕ…

— Ахалех калаçан, Пăлаки. Нимле майра хĕрĕ те çук тĕнчере, — терĕ Çимун хурлăхлă сасăпа.

Пăлаки урăх сăмах чĕнмерĕ, сĕтел çине кукăр тура, майра турй, кăларса хучĕ. «Нюра тури, сан кĕсйӳнте тупрăм», — тесе каласшăнччĕ, çавна та калаймарĕ хăй.

Çимун ăнланчĕ вара, пуçне чиксе ларчĕ-ларчĕ те çаплах хурлăхлăн:

— Тĕрĕс, — терĕ. — Нюра тури вăл. Çавах ман сăмах та тĕрĕс. Нюра çут тĕнчере çук ĕнтĕ. Асăнмалăх çак тури кăна юлнă. Вăл та Нюра вилнĕ кун Анук пуçĕ çинче пулнипе çес юлнă…

Те Пăлакипе çывăхрах пулас тесе, те хальччен никампа калаçмасăр пĕччен кăна йывăр хуйхă тӳснĕрен Çимун чарăнмасăр калаçрĕ. Мĕскĕн юратăвăн историне йĕркипе каласа пачĕ, Нюра ăна ăсатма Куçминккана пынине те асăнчĕ. Нюра вăрманта Пăлакипе Ваççана шеллесе мĕн каланине асăнсан, Пăлаки тӳсеймерĕ, шăппăн куççуль юхтарчĕ.

— Нюра çук ĕнтĕ, — терĕ Çимун юлашкинчен, — пытарма кĕлеткине те тупайман юлташсем. Суранланнă Пăликана пульăсем айĕнчен сĕтĕрсе кăларнă вăхтра шăп çав тĕлте снаряд çурăлнă. Иккĕшĕ те нихçан тĕнчере пулман пек пĕтнĕ, çухалнă…

Çимун сасартăк калаçма чарăнчĕ те, пӳртрен тухса, Чулçырма çыранĕпе Кивçурт еннелле пуçне чиксе утрĕ. Пăлаки вăл киле таврăничченех ĕсĕклесе макăрчĕ. Пĕчĕк Ваççа туса пĕтермен пăшалпа йăпанатчĕ, анчах амăш макăрнине курсан, ăна çепĕç чĕлхипе йăпатма пăхрĕ:

— Ан макăр, анне! Атте килчĕ, атте татах килет, тетте илсе килет, — терĕ.

Амăшĕ куççуль витĕр кулма тăрăшрĕ, анчах кулаймарĕ, татах хытăрах макăрса ячĕ.

… Тăлăх пурнăçра касăлса пĕтнĕ чунне куççулĕпе çуса сиплерĕ пуль çĕркаç Пăлаки. Паян ирхине вăл хулари чăвашсене ăсатнă чух савăк сăнлă курăнчĕ.

Хулари чăвашсемпе пĕрле хулана Сахар хăй те каять иккен. Унта чĕнтерессе кĕтсех пурăнатчĕ-ха Сахар. Анчах хăй мĕн пирки шухăшланине халь Лисука каламарĕ, Тараспа вара унран вăрттăн калаçрĕ, çул майăн Оля патне те кĕрсе тухас терĕ. Хулана каякансемпе пĕрле Тарасна Арланов та Лешеккине çити ларса кайрĕç.

Икĕ лав анаталла хăвăрт кустарса анчĕ, Чулçырма урлă çӳлти кĕперпе каçса, куçран çухалчĕ.

«Ашшĕне» ăсатма Натали те килнĕччĕ.

— Акă камун эрни иртсе те кайрĕ, — терĕ вăл куляннă пек. — Савăк эрне пулчĕ. Емĕр асăнмалăх.

— Камун эрни иртмест вăл. Камун ĕмĕрĕ пуçланчĕ ĕнтĕ, — терĕ Сахара ăсатма килнĕ Шатра Микка.

— Емĕрĕ те çак эрне пек пултăрччĕ çав, — кăшт пăшăрханчăк кăмăлпа сăмах хушрĕ Лисук.

Сахар киле таврăнас çуккине снсрĕ пуль вăл…

— Ара, вăл хамăртан килет-ха, — терĕ самана тутине сисе пуçланă Пăлаки.

— Тĕрĕс. Хамăртан çеç килет, — хулăн сасăпа çирĕплетрĕ Шатра Микка.

Сăрт айккинче анаталла пăхса тăракан çынсем тăруках шăпланчĕç те пĕрерĕн-пĕрерĕн тĕрлĕ еннелле саланчĕç.

Наталипе Пăлаки пĕрле тăвалла утрĕç.

— Пирĕн касра аттерен урăх арçын çук. Вăл вăрçа ан кайтăрччĕ тата, — терĕ Натали.

— Кайсан та ним тăваймăн, — сас пачĕ Пăлаки те. — Хĕрарăмсен хăйсен пĕрлешсе эртелпе ĕçлеме вĕренес пулать ĕнтĕ. Пĕрлешӳллĕ ĕç тухăçлăрах. Малашне хамăрах, кирлĕ пулсан, камун эрни тăвăпăр.

Натали те çак шухăшпа килĕшрĕ пулас. Самлейле «Ий-я!» терĕ çеç вăл Пăлакипе уйрăлнă чух.

Хулара çав вăхăтра чăнахах «камун эрни» пуçланнă. Уком, пĕр енчен, уесри коммунистсене Хĕрлĕ Çара хăйсен ирĕкĕпе кайма чĕннĕ, тепĕр енчен, вăл рабочисем хушшинче парти йышне ӳстерес ĕçе вăйлăлатнă.

Сахара хулана урăх ĕçпе чĕннĕ пулнă-мĕн. Анчах вăл, уесри парторганизаци мĕн пирки пăшăрханнине пĕлсен, фронта хăй ирĕкĕпе кайма пуринчен малтан çырăнчĕ.

Уком секретарĕ Сахарпа уйрăм калаçнă чух ăна ӳкĕтлесе пăхрĕ.

— Сан çулхисене чĕнместпĕр, анчах ху çине тăрса каясах тесен, чарма пултараймастпăр. Çырăниччен малтан лайăхрах шухăшласа пăх, — терĕ.

— Революцишĕн çапăçса вилме пӳрнĕ пулсан, пĕлтĕрех вилмеллеччĕ ман, — терĕ Сахар. — Халь, ывăл çул çитмесĕрех икĕ çул хăй ирĕкĕпе çапăçнă вăхăтра, ман, çул иртнĕ тесе, килте-ларас-и? Çамрăксем хăйсен телейĕшĕн çапăçнă чух ашшĕсене тылра ларни килĕшмест. Ывăлсен телейшĕн çеç пурăнатпăр ĕнтĕ халь. Ывăлран каярах вилес марччĕ.

Секретарь урăх сăмах каламарĕ, Сахар аллине хыттăн чăмăртарĕ çеç.

Пĕрремĕш сеанс

Трашук хулари садран ирхине тин таврăннăранпа Çимунран пăрăнса çӳрерĕ, лешĕ ăна тăрăхласран хăрарĕ. Çимунĕ вĕсем юрату пирки тавлашнине йăлтах маннă тейĕн, пĕрре те асăнмарĕ, юлташĕн «каскăн каçĕ» пирки те тĕпчемерĕ.

Тĕрĕссипе, Трашук, яла çитсен, ăнсăртран тĕл пулнă шлепкеллĕ майра çинчен хăй те мана пуçларĕ. Ялта ун чĕринче авалхи туйăмсем вăранчĕç…

Вăл амăшĕнчен Наçтук пирки ыйтса пĕлме тăрăшрĕ. Лешĕ ашшĕ килне çӳремест тет иккен. Ача туса курман-ха, анчах йывăр çын тет. Темшĕн хурланчĕ вара Трашук. Мăрзабай патне кĕрсе курас килсе кайрĕ. Кĕме те сăлтав пур: çухатнă ăйăр пирки Хуçипе калаçмаллах ентĕ. Анчах Мăрзабай килте çук-мĕн, çу каçах, киле таврăнмасăр, Хăмăшлара пурăнать терĕç.

Юлашки каç, Трашук амăшпе калаçса ларнă вăхăтра, вĕсем патне икĕ хĕрарăм пырса кĕчĕ. Пĕрин аллинче — чĕчĕ ачи. Трашук ачасăррине палларĕ: Кĕтери вăл. Палларĕ те тĕлĕнсе кайрĕ. Елĕк Кĕтери Трашука çулçă тăкнă катăркас пек курăнатчĕ, халĕ вăл саркаланса çеçкене ларнă улмуççи пек курăнчĕ: ӳт-пĕвĕ кăпăшкаланнă, тути те кӳпшекрех пек…

Теприне тăруках паллаймарĕ Трашук. Анук пулчĕ-ха вăл, Кĕтерин йăмăкĕ. Епле хĕр пек çитĕнсе кайнă! Хăй ача амăшĕ тейĕн.

Анукăн малашлăхĕ пирки калаçма килнĕ пулать Кĕтери. Иăмăкне, хăй вĕренейменнине кура, хулана ярса вĕрентесшĕн.

— Воробьев чухăн чăваш ачисем валли Самарта гимнази пек шкул уçма ĕмĕтленет. Çав шкул уçăлсанах, хут çырса пĕлтеретĕп, — терĕ Трашук.

— Хут çырма ăста эс, анчах çырнă хутна яма пĕлместĕн, — тĕксе илмесĕр тӳсеймерĕ Кĕтери. — Ман валли шкул уçăлмасть-и унта? Эпĕ те вĕренме пырăттăм.

— Эсĕ те вĕренесшĕн-и?! — тĕлĕнчĕ Трашук.

— Мулла Анукĕ вĕреннине эп вĕренеймĕп-и вара! — çĕтĕлсе тавăрчĕ Кĕтери.

Кĕтери камшăн, мĕншĕн кунта килнине Трашук тавçăра пуçларĕ. Елĕкхи пек хăраса ӳкмерĕ вăл «качака такинчен», Кĕтери ачине Анукран илчĕ те сиктерсе ахăлтаттарчĕ. Ачи аслашшĕ вырăнне йышăнчĕ пуль йĕкĕте, икĕ пĕчĕк аллипе сухалне çавăрса тытрĕ.

— Тăпăлтар, хытăрах тăпăлтар Трашук мучин сухалне, асăнмалăх пултăр, — ачаран хытăрах йăпанчĕ амăшĕ.

Трашук кĕтмен хăнасене ăсатма тухрĕ. Анук, ача йăтса, маларах тухса утрĕ. Çенĕкре Кĕтери чарăнса тăчĕ.

— Чим-ха, эпĕ те тăпăлтарам, — терĕ те вăл, чăнах та, Трашука сухалран ярса тытрĕ. — Хăмăшларан ухмахла çыру çырса эс манран хăтăлтăм терĕн-им, пушмак каччи! Ухмах упăшкапа, вăл салтакран таврăнсан та, пурăнмастăп урăх. Халь Совет влаçĕ… Ача кăшт аталансанах хулана пыратăп. Кĕт. Е ăçта та пулин тĕнче хĕррине тар, яла ан кил вара урăх!

Çапла каларĕ те чăрсăр хĕрарăм тĕлĕннипе хытса кайнă йĕкĕте тутине татса илес пек чуптурĕ. Унтан, Трашук сăмах чĕнессе кĕтсе тăмасăр, Анук хыççăн тухса чупрĕ.

Трашукăн малтан куласси килчĕ:

«Ку таранччен мана никам чуптуса курманччĕ. Халĕ акă хĕрсем те, хĕрарăмсем те тăруках… Тĕнче пĕтет пуль, тамаша!»

Трашук кулмарĕ, шухăша кайрĕ.

Хулана таврăннăранпа эрне иртсен, вăл почтăпа çыру илчĕ. Сафо тӳрех уком адресĕпе çырнă. Упкелешет, хăй патне хăнана чĕнет. Хĕр çырăвĕ ытлашши хумхантармарĕ йĕкĕте.

«Юратап», терĕм. Каясах пулать ĕнтĕ», — шухăшларĕ вăл.

Кайса килчĕ Трашук чĕннĕ çĕре. Лере çуран кайрĕ, киле çунатпа вĕçсе таврăнчĕ. Хул хушшине çунат хушакан кĕнеке хĕстерсе килчĕ.

Çимунпа Трашук ялтан таврăннăранпа тавлашса курманччĕ-ха. Калаçасса та ытлашшиех калаçман темелле. Трашук сăмах хускатма хăраса пурăнчĕ, Çимун вара ерçмест: кĕнеке çине пăхса, пĕрмай тем çырать…

Паян Трашук тӳсеймерĕ.

— Эс Блок ятне илтнĕ-и, Семен Тимофеевич? Унăн хитре сăввисене вуласа курнă-и? — чăрмантарчĕ вăл юлташне.

Çимун çырма чарăнчĕ, алчăранă куçне маччана тĕллесе, мăкăртатса илчĕ:

— Блок… Блок… Чим-ха, чим! Илтнĕ, илтнĕ. Ятне илт-нĕ, сăввисене вуламан. Ытарайми хитре хĕрарăмсен поэчĕ вăл, Блок!

— Вуламан пулсан, ăçтан пĕлен вара?

— Пĕр ухмах майра каланăччĕ, — терĕ те Çимун, каллех тем çырма тытăнчĕ.

Трашук «ухмах майран» ятне пĕлесшĕн пулчĕ. Татах чăрмантарчĕ вăл пикенсе ĕçлекен юлташне. Вара Çимун, ĕçне пăрахсах, хăй виçĕмçул халăх «Интериационал» юрланине пĕрремĕш хут илтсе савăнни çинчен каласа пачĕ. йĕркипе каланă чух сăмах майăн виçĕ хитре майрана асăнчĕ вăл. Пĕри улпут хĕрĕ пулнă тет, тепри — купца хĕрĕ, виççĕмĕшне — Улькин хĕрне — мещен хĕрĕ терĕ Çимун.

— Хăшне ухмах майра терĕн вара эсĕ? — пăшăрханса ӳкрĕ Трашук.

Çимун çав вăхăтра Трашук илсе килнĕ кĕнекене курчĕ те ăна уçса пăхрĕ, сасăпа вуларĕ: «Александр Блок. Стихи о Прекрасной даме».

— Акă вăл хитре хĕрарăмсен ухмаха ертекен кĕнеке, — терĕ вара, — хулари ытла хитре хĕрсем пурте кăшт ухмахрах вĕсем. Кун пек кĕнеке вуласан, пушшех ухмаха ереççĕ… Асту, Хитре сăвăсем вуласа, эс ху та ухмаха ан ер е идеалист пулса ан кай, — тинех сăмах майăн тĕртсе хучĕ Çимун пĕркунхи тавлашу пирки.

Тепĕр чухне пулсан, вĕсем, тен, тавлашсах та каятчĕç-и, анчах халь апла пулмарĕ. Çимун, Островский пьесине куçарма тытăннăскер, каллех сĕтел çинелле ӳпĕнчĕ те çавăнтах Трашук пирки манса кайрĕ.

Чăнах та, Сафо кăшт ухмахрах мар-и? Ячĕ те ун Сафо мар — Софья. Софья Платоновна. Хăйĕн ятне пăсни пырĕччĕ, — халь тата Трашук та Руслан пулса тăчĕ. Е комиссар, е Руслан тесе чĕнет ăна Сафо. Хăтланкаларăшсем те хăш чух килĕшсех каймаççĕ: е пĕчĕк ача пек, е ытла ăслă çын пек калаçать. Паян йăлтах урăхчĕ вăл, пĕркунхи пек марччĕ.

Трашук пырса кĕрсен, вăл хĕпĕртерĕ: «Ах, сухаллă Русланăм», — тесе мăйран уртăнчĕ. Унтан ӳпкелешме тытăнчĕ, çавăнтах, ялти хĕрсене асăнсан, Трашука тăрăхларĕ те, кӳлешрĕ те.

Тунсăхласах кĕтнĕ пуль çав хитре хĕр театрта тупнă «кавалерне», Трашук гимнази пирки юратса калаçнине манман вăл, гимназисткăлла тумланнă. Килте пĕчченех хăй. Малтан каччине горницăра чей ĕçтерчĕ, кайран хăй пӳлĕмне ертсе кĕчĕ. Хăй Трашукпа, ăна курăк çине ларса чуптунăранпа, «эсир» тесе калаçмасть ĕнтĕ, «эс» тет. Каччине те чей ĕçнĕ хушăра çапла калаçма хăнăхтарчĕ.

Хула хĕрĕ хăйĕн пӳлĕмне те капăрлатма пĕлет иккен. Кун пек хăтлăха Трашук тĕлĕкре те тĕлленмен. Хальччен курман тĕлĕнмелле япаласен ячĕсем те хитре: темиçе сунтăхлă шкап пеккине комод теççĕ, темиçе хутлă кĕнеке çӳлĕкĕ — этажерка, сăвă çырмалли кĕнеке — альбом пулать.

Альбомне вулаттарчĕ Сафо. «Тен, эсĕ те мана пĕр-пĕр сăвă çырса парăн», — терĕ.

Трашук ассăн сывласа ячĕ.

— Поэт мар çав эпĕ, Сафо, сăвă çырма пĕлместĕп. Сăвă мар, пĕр-пĕр Половиикин пек, хитре çыру çырма та пултараймастăп, — терĕ вăл сасăпа.

Сафо куçне чакăртрĕ.

— Половинкин! Мĕнле Половинкина асăнан эс, комиссар? — пăшăрханса ӳкрĕ вăл.

Ана-кăна сисеймерĕ Трашук, ытахальтен кирлĕ-кирлĕ мара калаçакан çын пек:

— Мĕнле Половинкнн пултăр, Виктор Половинкин, — терĕ.

Çак сăмахсене каланă чух каччă алăри альбома уçкаласа ларатчĕ. Анчах вăл сасартăк хăй те хĕр пекех пăшăрханса ӳкрĕ, куçне те чакăртрĕ.

— Сана та сăвă çырса панă-ха вăл, Сафо! Тен, сан патна та «Писать красиво не умею», тесе çыру та çырнă пуль?! Çавăнтах йĕкĕт сăнĕ тĕксĕмленчĕ. Виçĕмçул Сафо хăш алăкран ун умне пырса тухнине аса илчĕ вăл.

«Комиссар» Половинкин ятне асăнсан, пирвайхи самантра хытă пăшăрханса ӳкнĕччĕ Улькин хĕрĕ: «Камран илтнĕ-ши?!» Анчах хăйне хăй тыткалама пĕлет-çке чее хĕр.

— Кĕвĕçетним, кавалерăм? — ним пулман пек йăл кулчĕ вăл. — Кăшт кĕвĕçни килĕшет сана, анчах ытлашши ан пултăр. Çук, Половинкин ман кавалер пулман. Гимназире вĕреннĕ чух пирĕн пĕр-пĕрне альбома сăвă çыртарас йăла пурччĕ. Çавăн чух çырнăскер вăл. Пĕлтĕртенпе Половинкинсем хулара çук ĕнтĕ. Ашшĕ хĕрлисем таврăнсан тарчĕ, ывăлĕ унчченех çухалнăччĕ.

Пĕлтĕртенпе тĕнчере çук Половинкин пирки калаçу çур сехете пычĕ. Айван каччă хăй Половицкин пирки мĕн пĕлнине пĕтĕмпех каласа пачĕ. Сафо лăпланчĕ, анчах Наташа Черникова ятне илтсен, каллех пăлханса ӳкрĕ, тĕпче пуçларĕ. Виктор ун патне çыру хăш вăхăтра çырнине пĕлесшĕн пулчĕ.

Усал кăмăлпа ахăлтатса кулас килнине хăйне хăй тыткалама пĕлекен хĕр пĕртте палăртмарĕ. Унăн пирвайхи «демонĕ» Половинкин пулнă çав. Анчах вăл «демон» мар, мемме çеç иккен авă. Çакна вăхăтра сисейменшĕн мăн кăмăллă хĕр халĕ питĕ тарăхса кайре.

Половинкин пирки урăх калаçас килмерĕ. Вара Сафо сăмах пуçламăшне аса илчĕ.

— Альбома сăвă çырса пама поэт пулма кирлĕ мар, — терĕ вăл, кĕнеке çӳлĕкĕнче тем ухтарма пуçласа. — Сăвă çырса, поэт хăйĕн туйăмне çеç мар, ытти çынсен туйăмне те палăртать. Кашни çын, поэзи чĕлхипе калаçас килнĕ чух, хăй сăвă çырмасть, пĕр-пĕр поэт çырнипе усă курать. Сана эп Блок кĕнекине парса ярасшăн. Вула. Блокăн хăш сăвви ытларах кăмăлна каять, çавна çырса парăн.

Сафо тимĕр пек хытă хуплашкаллă чылай хулăн кĕнеке тупса Трашука тыттарчĕ:

— Ак сана — юрату палли. Емĕр сыхла. Куншăн тав туса чуптăвас пулать.

Трашук, аллисене сарса, хĕре ыталама тăнăччĕ, Сафо пӳрнепе юнарĕ.

— Çук, çук! Апла мар. Çамкаран чупту.

«Ну, Сафо! Пулать те-мĕн çакăн пек хĕрарăм тĕнчере, Мĕн шухăшлать вăл — нихçан та пĕлеймĕн. Чуптунă чух çамкине хĕрес хумалла мар-и тата?»

Хĕр çамкине чуптуса çапла шухăшланă вăхăтра йĕкĕт сасартăк Кĕтерие аса илчĕ.

«Вăл, пăртак вĕреннĕ пулсан, Сафоран та ирттеретчĕ, халь те мĕн хăтланать! Хам пек лăпкă та сăпайлă хĕр юратмарĕ мана: ялта — «качака таки», хулара — «Сафо». Тĕрĕссипе каласан, çур Наçтукшăн иккĕшне те парăттăм… »

Сафо, хулăн хут тупса, сетел çине хучĕ, хăй кăранташ шĕвĕртнĕ хушăра качча сасартăк урăх шухăша ячĕ:

— Кам ĕçлемест, çав çимест тесе кам каланă? — мăрăлтатса илчĕ вăл ачаш сасăпа. — Большевиксем каланă,комиссарсем каланă. Каласса калаççĕ, хăйсем вара вĕреннĕ çынна ĕç çывăхне те ямаççĕ.

Трашук ăнланчĕ: ахальтен мар ку.

— Тӳрех кала, Сафо. Эс ху пирки калаçатни? — ыйтрĕ вăл.

— Сана çын кăмăлне хăвăрт ăнланма пĕлнĕшĕн комиссар тунă пуль çав, сухаллă Русланăм, — терĕ Сафо; качча пуçĕнчен пырса ачашларĕ те ăна хирĕç ларчĕ. Çавăнтах вара, сассине улăштарса, кĕтмен сăмахсем каласа, Трашука каллех тĕлĕнтерчĕ: — Тухса тар халех: эп — буржуйка, Петров юлташ. Сана манпа çыхланнăшăн айăплама пултараççĕ. Буржуйка тесе, ĕçе йышăнмарĕç мана…

Хурланма та пĕлет иккен Сафо. Хура куçĕ ялтăртатми пулсан, вăл сасартăк ватă сăнлă курăнса кайрĕ.

— Ман пĕр тус пур, — терĕ Трашук, — Илюша Чугунов. Вăл чăн та комиссар пек халь. Чухăнран чухăн çемьерен хăй. Çавăн амăшĕ, тетя Маша, сан аннӳпе пĕртăван пек туйăнать мана. Пĕр сăнлă. Вĕсем хурăнташ мар-и тесе, виçĕмçулах шухăшланăччĕ эп.

— Пулĕ те, — терĕ Сафо, Чугунов пирки пĕртте интересленмесĕр. — Ман атте-анне çамрăк чухнех Сухоречкăран хулана пурăнма куçнă. Атте извозчик пулнă, анне — прачка. Мана вĕрентсе çын тăвасшăн тертленнĕ вĕсем. Патша влаçĕ вăхăтĕнче гимназн пĕтертĕм те, Совет влаçĕ вăхăтĕнче извозчик хĕрне ĕçе илмеççĕ, буржуйка тесе хăртаççĕ…

Трашук хĕр сăмахĕсене илтнĕ-илтмен шухăшласа ларчĕ:

«Çак хĕре юратнипе килнĕ-ши эп кунта? Пĕрне-пĕри чуптунăччĕ те вĕт эпир, «юратап» та тенĕччĕ. Мĕншĕн халĕ юн пĕртте хумханмасть ара, ун пек-кун пек сăмах та çук чĕлхере. Калаçасса та тем пирки калаçатпăр… »

— Ĕç пирки иумай шухăшланă эп, — çаплах хăйĕнне калать хĕр. — Ятарласа вĕреннĕ пулсан, е актриса е художница пулăттăм. Ун пек вĕренме килмерĕ çав. Учительница пулăттăм, — вĕт-шакăр ачасене юратмастăп. Нимрен ытла кĕнеке юратап. Библиотекарь пулас терĕм вара. Çутĕç пайĕ мана йышăнмарĕ, буржуйка терĕ. Унта сирĕн комиссарсем шлепке тăхăннă кашни хĕрарăма буржуйка теççĕ. Капăр тумланма та юрамасть-им вара? Тен, ман атте-анне мана пĕрре тумлантарасшăнах ĕмĕр ĕçленĕ пуль…

Тата тепĕр самантран хĕр сăнĕ каллех улшăнчĕ, çамрăкланчĕ. Трашукăн та кăмăлĕ уçăлчĕ пек:

— Сан аллусем хитре! — терĕ сасартăк Сафо, куçне ялтăртаттарса. — Ак çапла, хускалмасăр тӳссе лар-ха пăртак. Сылтăм аллуна кĕнеке çине хур, сулахай аллупа çамкуна тĕреле. Пӳрнӳсене ан хуçлат, ан иытар. Ӳкерсе илем.

— Пĕр сиккеленмесĕр ларăп, — терĕ натурщик пулса тăнă каччă. — Анчах сан çине пăхма юрать-и?

Хĕр урăх сăмах чĕнмерĕ, кăранташ тытнă пӳрнисене хут тăрăх вылятса çӳретме пуçларĕ. Хушăран вăл, кăранташне пăрахса, резинка тытса сĕркелет те каллех ӳкерме тытăнать,

Пĕр çур сехет иек аппалансан, вăл кăранташне пăрахрĕ, пысăк та илемлĕ куçĕпе пĕрре хут çине, тепре хускалмасăр ларакан каччă çине пăхса илчĕ.

— Ман çине пăхма юрать, юрать, юрать, Русланăм, — юрласа ячĕ хĕр. Çаплах «юрать, юрать» тесе мăрăлтатса, каччă куçĕнчен пăхса, ун умне утса пычĕ, унтан сасартăк каччă чĕрçи çине кĕрсе ларчĕ. — Чупту мана, Русланăм! Чуптуса вăрат хăвăн Людмилуна. — Вара качча мăйран ыталаса илчĕ.

Анчах Руслан мар, амăшĕ сасартăк киле таврăнса вăратрĕ Сафо-Людмилăна.

Сафо та мар, Людмила та мар иккен вăл.

— Эс килте пĕччен-и, Сонечка? — кăшкăрчĕ Улькин карчăкĕ, тулти пӳртрен горницăна кĕрсенех.

— Эп пĕччен мар, анне. Кунта кĕме юрамасть, ман патра хăна пур, — терĕ хĕрĕ лăпкă сасăпа. Хăй Трашук чĕрçинчен пукан çине куçса ларчĕ те кĕнеке çине пăхмасăрах «Руслан и Людмила» поэмăн сыпăкĕсене вула пуçларĕ.

Хитре вулать.

«Чăнах та, артистка пулмалла пулнă унăн», — шухăшларĕ Трашук.

— Ыран килетни? Пĕр сеанс çех турăмăр-ха, тепĕр сеанс тумалла пирĕн, — терĕ Сафо Трашука ăсатнă чух.

Каччă ним шухăшламасăрах:

— Килеп! — терĕ.

Анчах хĕр сеанс тесе мĕн пирки каланине чухлаймарĕ вăл…

Çимун çаплах çырать те çырать. Трашук вырăн çинче, куçне хупса, кĕçĕр мĕн пулнине йĕркипе аса илсе выртать. «Сеанс» сăмах патне çитет те каллех аптраса каять. Çимунран ыйтасчĕ — чăрмантарас килмест.

«Тепĕр сеанс тумалла-ха пирĕн, терĕ. Мĕн-ши вăл, тепĕр сеанс? Чăнах та çав, пĕрремĕшне пĕлмесен, теприне ăçтан пĕлен?..»

Çимун, кăранташне сĕтел çине иăрахса, ура çине тăчĕ.

— Куçарасси çырассинчен те йывăртарах иккен, — терĕ вăл, пӳлĕм тăрăх уткаласа çӳреме нуçласа.

Трашук юлташĕ ĕçрен пушаннăшăн хĕпĕртерĕ. Ун сăмахне хăлхана чикмерĕ вăл, юлташне хăйĕн хуйхипе çулăхрĕ: — Сеанс тени мĕне пĕлтерет, Семен Тимофеевич?

— Кĕнекери сăмахсемпе тарăхса пĕтрĕм, эс тата кирлĕ-кирлĕ марпа аптратасшăн. Кинора пулса курнă вĕт. Пĕрремĕш сеансра та, иккĕмĕшĕнче те пулнă. Тата мĕн кирлĕ сана! — çĕтĕлчĕ Çимун.

— Çук, кинора мар, — пурнăçра. Пурнăçра «тата тепĕр сеанс тумалла пирĕн» теии мĕне пĕлгерет?

Çимун утма чарăнчĕ, Трашук çине кăсăкланса пăхрĕ.

— Пурнăçра? Кăна калама йывăр, ача. Хăшпĕр чух тепĕр сеанс пуçланиччен малтан… хытă шухăшлас пулать.

Çапла каларĕ те Çимун пӳлĕмрен тухса кайрĕ.

«Ыйтма та кирлĕ марччĕ. Сисе пуçларĕ, шуйттан, Мулла Анукĕпе иккĕшĕ тăрăхласах кулаççĕ ĕнтĕ манран», — шухăшларĕ Трашук.

Самани улшăнсах тăрать

Тупă кĕрлени Чулçырмана илтĕнмест ĕнтĕ. Фронт тени, çуркунне Иĕнерлĕ Ту патне çитнĕскер, халь таçта-таçта, Чулçырмаран темиçе çĕр çухрăма куçнă. «Колчак» сăмах та илтĕнми пулчĕ. Дутовĕ пирки те шавламаççĕ. Вăрçăран килекен çырусенче пĕрисенче Деникин ятне асăнаççĕ, теприсенче тăшман ятне пачах мереккелле, «казара» тесе çыраççĕ. «Казарисем» инçетрех те мар иккен, пĕр çĕр аллă çухрăмра çеç — Чулçырмаран тӳрех кăнтăр енче.

Салтаксенчен çырусем килеççĕ-ха. Килеççĕ-килеççĕ те… тăруках килми пулаççĕ. Елĕм-Чĕлĕм хăйĕн кинĕсене каллех авланатăп тесе хăрата пуçланă. Пали партизанра çӳресе киле таврăннăччĕ, çăва тухнă çĕре ăна та Хĕрлĕ Çара чĕнтерчĕç. Унăн çырăве килет-ха, Кĕркурин вара килми пулчĕ.

Упăшкинчен çыру килми пулнăшăн Праски хуйхăрсах ӳкмерĕ. Пĕлтĕрсенче те нумай вăхăт çырусăр пурăнчĕ-ха вăл. Кайран çырăвĕ те килчĕ, Кĕркури хăй те тупăнчĕ. Тупăнчĕ те — каллех çухалчĕ. Пытанмалла вылянă пек. Халĕ хут татăлни ытлашши кулянтармарĕ Праские. Кĕркурирен кăна мар, пĕрле кайнисенчен пуринчен те сасартăк çыру килми пулнă. «Пурте пĕр самантра харăс вилсе выртман пуль-ха», — тет Праски.

«Туппир мĕн пулсан та, эп айăплă мар, хăй айăплă, — сивлет вăл упăшкине. — Çынсем салтакран таврăнсан, çулталăк ытла килте пурăнчĕç, тĕп килрен уйрăлса тухса, хăйсем валли çурт-йĕр çавăрчĕç. Вăл пур, киле таврăннăшăн та савăнмарĕ, виç-тăватă уйăх пурăнчĕ те вăрмана тарчĕ. Тартăр! Эп хам та тарма пултарап… »

Праскин çăмăлттай пуçĕнче çакăн пек çил вĕркеле пуçларĕ. Куншăн Мулла Анукĕ айăплă мар-ши?

Еç вăхăтĕнче пулин те, Анук çамрăк хĕрарăмсене хăй патне пухса калаçрĕ. Йăлтах салтак арăмĕсем пухăнчĕç. Калаçнинчен усси те нумаях пулмарĕ ахăр. Анук Совет влаçĕ хĕрарăма ирĕке кăларнă пирки сăмахларĕ, халь хĕрарăм арçынпа тан, терĕ. Лешсен урăх хуйхă: «Хăçан упăшкасене киле яраççĕ? Хăçан вăрçă пĕтет?»

Пухуран салансанах манчĕç пуль Анук сăмахĕсене, Праски вара асра çирĕп тытса юлчĕ. Вăл, «арçынпа тан» пулса, хуняшшĕне те, инкĕшне те итлеми пулчĕ, хăй пĕчченех мунчара кăмăшка вĕрете пуçларĕ. Вĕретнĕ кăмăшкине Праски хăех «арçынпа тан» ĕçет.

— Ухмах! — тет хуняшшĕ, — власть чарман чух… ăмăшка вĕретмерĕн, халь, мĕн, тĕрмене ларас терĕн-им?

— Лартчăр… ăрамастăп… ăмăшка ĕçсе те пулин чуна… антарам, — тет Праски, хуняшшĕне тӳррĕнех витлесе.

Вунтăххăрмĕш çул çамрăк Совет çĕршывне çăмăллăх кӳреймерĕ. Вăл пĕр енчен йывăртарах та пулчĕ. Ют патшалăхсем, Совет влаçне пĕтерес тесе, тата хытăрах вăй хура пуçларĕç.

Вăраха кайнă граждан вăрçин йывăрлăхĕсем, çĕршыв тăрăх тинĕс хумĕ пек сарăлса, Чулçырмана çĕнĕрен килсе çапăнчĕç. Çуркунне вунтăххăр тултарса çирĕме кайнисене Херлĕ Çара чĕнтерчĕç. Шăп тырă çине тухас умĕн вунтăххăра пуснисем те, Рамаш тантăшĕсем, салтак юрри юрласа, Тук кĕперĕ урлă каçса, хулана ăсанчĕç.

Арçын ялта каллех сахалланчĕ. Тайман Сахарĕ те хуларан таврăнмарĕ. Кĕçех Шатра Микка та хула еннелле тухса кайрĕ.

«Камунсене пурне те вăрçа илеççĕ. Совет влаçĕн пăкки шаннă», — тесе калаçа пуçларĕç ялта пĕрисем. Теприсем урăхла калаçрĕç: «Камунсем хăйсем ирĕкпе вăрçа каяççĕ. Ялта халăхшăн укçасăр ĕçлерĕç, халь халăхшăн вилме кайрĕç», — теççĕ. Кусем çапла халăх хушшинче нимрен хăрамасăр калаçаççĕ, лешсем шикленерех, вăрттăн чашкăраççĕ.

Шатра Микка та ялтан кайнипе ял Совечĕ пуçсăр тăрса юлчĕ. Çитменнине тата, шăпах çав вăхăтра яла çуркунне Колчакран укçа шыраса илме кайнă куштансем таврăнчĕç.

Тĕрмере ларакан тăхăр чăваш пирки уесри влаçсем ним тума аптранă. Çуркунне Кутяков Тоцкинчен кунти трибунала ăсатнă вĕсене. Хут çырман. Мĕншĕн вĕсене суд тумаллине никам та пĕлмест.

Хăйсем кăтартнă тăрăх пурте кулак мар имĕш: чухăн та, батрак та пур вĕсем хушшинче. Чухăнĕ: «Мана свидетель пулма Пуян Танюш чĕнчĕ», — тет; батракĕ: «Мана хуçа хăй вырăнне ăсатрĕ», — тесе ĕнентересшĕн. Пĕр енчен — кулă, тепĕр енчен — хуйхă. Хăйсене ĕненме çук (Колчак патне укçа шырама кайнă!), анчах вĕсен айăпне кăтартакан хут та çук…

Çав сăлтавпа чĕнтернĕ пулнă-мĕн Сахара. Тайманкинăн хăйĕнех çăлмалла пулнă вара путсĕр янташĕсене. Ревком хучĕ пирки те, çуркуннехи пăлхавлă пуху пирки те асăнмарĕ вăл кунта. Сахар хистенипе, вĕсене тĕрмерен кăларса ячĕç, ăна хăйне, поручитель пулса, алă пусма хушрĕç.

Пĕр иккĕленмесĕр алă пусрĕ Сахар, алă пусрĕ те икĕ çыру çырчĕ: пĕрне — Куракхăвине, Радаев патне, теприне — яла, Тарас ячĕпе: Радаева яла таврăнакан куштансем пирки асăрхаттарчĕ, Тараса хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара кайни çинчен пĕлтерчĕ, сунтăх тĕпĕнчи ревком хутне Шатра Миккана кайса пама хушрĕ.

Çыру илсен, Тарас макăрмарĕ. Ашшĕ хыпарне пĕлтерсе, амăшне макăртрĕ вара. Сунтăх уççине ашшĕ, хулана кайнă чухнех, Тараса парса хăварнăччĕ. Ревком приговорне тупса, Шатра Микка патие кайрĕ ача. Анчах лешĕ хутне илмерĕ. «Эп хам та парти чĕннипе Хĕрлĕ Çара каятăп, ревком приговорне хăвах усра», — терĕ.

Микка пичче килĕнче Паçук инке йĕрет, килте — амăшĕ. Аçта кайса кĕрес ĕнтĕ Тарасăн? Ревком хучĕ те пăшăрхантарать ачаиа. Епле усрам ăна? Тарас Лешеккине инкĕш патне чупрĕ. Оля ревком приговорне вуласа пăхрĕ те, унта Фальшина та асăннăшăн хĕпĕртесе:

— Юрĕ, Тараска, ку питĕ хаклă хут. Эп ăна хамах усрăп, — терĕ.

Хуняшшĕ таврăнманни Ольăна тĕлĕнтермерĕ, коммунистсене Хĕрлĕ Çара чĕнекен хут кунта та килсе çитнĕ…

Хаяр Макар хуларан таврăннă хыççăн виçĕ кун тăтăшах мунча хуттарчĕ, тĕрме пыйтисене мунча чулĕ çинче ăшаларĕ, хăй милĕкпе вирлĕн çапăнчĕ. Ял тăрăх тата сакăр тĕлте шăматкуна кĕтмесĕрех мунча тĕтĕмĕ йăсăрланчĕ. Ку эрнене вара ял çыннисем хăшĕ «мунча эрни», хăшĕ «кулак эрни» терĕç. Çĕнĕ сăмаха Тимĕркке сарчĕ:

— Камун эрни шăпланчĕ, кулак эрни пуçланчĕ. Миккапа Сахар вăрçа ăсанаççĕ, Таыюшпа Макар пыитă ăшалаççĕ. Замана!

Тимĕрккен хăйĕн шухăшне пĕлме хĕн. Вăл камунсене те, кулаксене те тăрăхлать. Хăй тĕрĕссипе мĕн шухăшлать-ши? Чехсем кайсан, вăл урама тухса ташларĕ. Кайран хăйĕн кăмăлне нимпе те палăртмарĕ. Пăлхавлă пуху вăхăтĕнче ниçта хутШăнмасăр юлчĕ.

Пĕррехинче Ахтем Макарĕ Тайман Сахарне ун пирки:

— Ку Заманаран самана çынни пулма пултарать вĕт, Захар Матвейчă. Ана хамăр енне çавăрсан, лайăх пулĕччĕ, — терĕ.

Ун чух Самана Тимĕрккине сăнама Сахарăн май пулмарĕ. Шатра Микка та питех ырламарĕ Макар шухăшне, «пуянсемпе пĕрле ĕçет» тесе иккĕленчĕ. Кайран Сахар тавçăра пуçланăччĕ. «Хăй пуян та мар, чухăн та мар. Вăтам. Унăн шӳтле сăмахне халăх кула-кулах тăнлать. Аслă çын. Хаçат вулать. Хăйпе тӳррĕнех калаçса пăхас». Çапла палăртса хунăччĕ вăл. Тăвасса ним туса та ĕлкĕреймерĕ…

Сахар туса пĕтермен ĕçе Радаевпа Арланов сасартăк туса хучĕç.

Çĕнĕ учителе, «катари чăваша», ял çыннисем кăмăлларĕç. Уçă кăмăллă çын, яланах шӳтлеме юратать, чăвашла мереккелле калаçать: «Çут тинче», «Чай иçме лар», — тет.

Сăрт çинче пурăнакан Тимĕркке яла аннă чух Мулла Анукĕн пӳрчĕ çумĕпе иртсе çӳрет. Кама та пулин тĕл пулсан, пĕр-ик сăмах каласа саламлать те «Замана!» тесе кăшкăрать.

Пĕррехинче Анук чӳречи уçăлчĕ. Чӳречерен шакла пуçлă учитель йăл кулса пăхса тăрать. Тимĕрккепе Арланов хальччен паллашманччĕ-ха. Халь паллашрĕç. Малтан сăмах чĕнмесĕр пĕр-пĕрин çине ухмахсем пек шăл йĕрсе пăхса тăчĕç. Тимĕркке тӳсеймерĕ, сасартăк паян хаçатра вуланă сăмаха кăшкăрса ячĕ:

— Бролетарий — на коня! Учитель кăчăк туртрĕ те:

— Кил, бролетарий. Паллашмалла чай иçĕпĕр, — терĕ.

— Чай вырăссем ĕçеççĕ, чăваш чей ĕçет… кăмăшка çук чух, — терĕ Тимĕркке, пӳрте кĕрсен. Çавăнтах кăмăшкине вырăнсăр асăннăшăн ӳкĕнчĕ те урăхларах çавăрса хучĕ: — Ку пӳртре кăçал камунсем пурнаççĕ, кăмăшка ĕçмеççĕ. Ирĕксĕрех чей ĕçес пулать.

— Хаçат вулатăн, ху титтим чăваш пек хитре сăмаха пăсатăн. Ком-мунист тесе калама вирен, — тĕртсе хучĕ АрлаНов.

— Сансăрах пилэп, — терĕ Тимĕркке, сăмаха юриех учитель пек пăсса. — Шатра Микка тесен, камун пулать вăл. Евграф Архипович пулсан, ком-му-нист вара.

— Эпĕ коммунист мар-ха, Владимир Наумович, сан пекех сочувствующи çеç.

Хальччен калаçса паллашман пулин те, пĕр-пĕрин ятне çынран ыйтса пĕлнĕ-ха вĕсем. Иккĕшĕ те савăнчĕç халь: учитель — Чулçырма чăвашĕ ун ятне пăсмасăр каланăшăн. Тимĕркке — çĕнĕ учитель ăна та сочувствующисен шутне кĕртнĕшĕн. Камунсем ун çине тӳртĕн пăхнăшăн пăшăрханатчĕ вăл. Тен, Ахтем Макаре сĕннĕ пек, Сахарсем Тимĕрккепе калаçнă пулсан, вăл хальччен сочувствующинчен те ирттернĕ пулĕччĕ.

— Эс, мыскараçă, ман кăмăла ăçтан пĕлен вара? — хăй хĕпĕртенине пытарма тăрăшса ыйтрĕ Тимĕркке.

— Пилеп, — терĕ Арланов, пӳрнисене черетлĕн хутлатса. — Чехсем кайнă чух эсерсен лозунгне тăрăхланă? Пĕрре! Пролетарии всех стран, соединяйтесь тесе ташланă? Тепре! Халь кумушка иçме пăрахнă? Виççĕ…

Çапла паллашса туслашрĕ икĕ мыскараçă.

Хăйне хăй сочувствующий тесе, Арланов ахальтен мар каларĕ. Хальччен партие кĕме шухăшламанччĕ вăл. Халь Антонина Павловна унăн чĕрине те, пуçне те çавăра пуçларĕ.

«Халăха ытларах усă кӳрес тесен, партие кĕрес пулать», — терĕ вăл.

Радаев Сахар çырăвне илнĕ хыççăн тепĕр эрнерен тин Чулçырмана кайма ерçрĕ. Ялти ĕçсемпе паллашрĕ те вăхăтлăха икĕ Совета пĕрлештерме шут тытрĕ. Коммунистсен пухăвĕнче Фиронова Радаевпа труках килĕшмерĕ, партин наци политикине пăсатпăр капла, терĕ.

— Çук, ним чул та пăсмастпăр, — хулăн сасăпа кĕрлерĕ Радаев. — Каларăм-çке — вăхăтлăха! Хĕле кĕнĕ çĕре чăвашран икĕ-виçĕ коммуиист тупăр, каччуна та коммунист туса çитер, — Арланов пирки тĕртсе хучĕ вăл Тоньăна, — ху лайăхрах чăвашла калаçма вĕрен, Оля упăшкин çемйине пурăнма куçтăр… Вара Чулçырмара та уйрăм Совет тăвăпăр, тен, ун чух комячейка та уйрăм пулĕ. Халĕ чăваш ялне çаплипех хăварма пултараймастпăр, Тĕрмерен таврăннă кулаксем халлĕхе шăпăрт-ха, мунча кĕреççĕ, самогон ĕçеççĕ. Анчах кĕçех вĕсем яла хăйсене май пăтратма пуçлĕç. Тайманкин юлташ та çавăн пирки асăрхаттарать…

Радаев кăшт сывлăш çавăрса чарăнса тăчĕ те, кĕсйинчен Сахар çырăвне кăларса, Фироновăна пурте илтмелле вулаттарчĕ.

— Илтрĕр-и? Пирĕн коммунист поручитель пулса алă пуснă, — янăрарĕ малалла вăйлă сасă. — Хăй вăл яла таврăнмарĕ. Унăн тивĕçне эпир тумалла. Совет ĕçĕ Чулçырмара пĕтĕмпех сӳнсе ларнă. Вăхăтлăха сирĕн пурин те чăваш енче ытларах ĕçлес пулать. Пĕр ял Совечĕ пулмасан, ун пек ĕçлени килĕшмĕ. «Пирĕн хамăрăн Совет пур, сирĕн ĕç мар», — тесе хăваласа ярĕç сире. Çавăн чух вара, чăнахах та, партин политикине пăсни пулса тăрĕ. Ан пăшăрханăр, эп ку ыйтăва райкомра та, хулара та килĕштерсе майлаштарăп. Халь ĕçе тытăнар. Продразверстка ĕçĕ кĕтмест, самогон вĕретекенсене те халех чармалла. Чухăнсене ӳкĕтлĕр, пуянраххисене тӳрех хулана тытса ăсатăр…

Оля куккăш калаçнă чух ун çине пăртак хурланса, ăна шеллесе пăхса ларчĕ. Епле савăк, уçă сăнлă çынччĕ, пурнăç сĕткенĕ пĕрĕхсе тăратчĕ унран. Халь куç айĕсем хуралнă, тĕттĕмленнĕ. Кулма-ахăрма пĕлмен çын тейĕн. Сывлăхĕ начар. Суранĕсем аптратаççĕ, тепĕр чух темле чир тытса пăрахать ăна. Шăлне шатăртаттарса йăваланать вара, мĕскĕн. Рамаш та фронтран çавăн пек хуралса, пăсăлса таврăнĕ-ши?! Мĕн пулсан та, чĕрĕ таврăнтăрччĕ…

Çапла шухăшласа ларнă çĕрте Оля сăнĕ сасартăк çуталса кайрĕ. Ашра тем калт! тĕртсе йăшаланчĕ пек. Мĕскĕн куккăшне те манса кайрĕ вара çамрăк хĕрарăм.

«Рамаш ачи йăшăлтата пуçларĕ!» — савăнса шухăшларĕ вăл.

Юлашкинчен Радаев сăмахĕпе пурте килĕшрĕç. Совет ĕçĕсене халлĕхе туса пыма уполномоченнăй кирлĕ терĕç. Пĕр çын пирки шантарса хĕрӳ калаçрĕ Антонина Павловна. Ун сăмахне шанса, ун урлă Арланов сăмахне итлесе, уполномоченнăй тума Тимерккене палăртса хучĕç.

Тата икĕ кун иртсен, Арланов, хăй питĕ ăслă та мăнаçлă çын пек, Тимĕрккене ăс вĕрентсе калаçрĕ:

— Асту, Владимир Наумович! Эс халь Замана Тимĕркки мар ĕнтĕ, Осокин юлташ, у-пол-номо-ченный! Глав-но-ко-ман-дующий тенĕ пекех илтĕнет. Нимсĕрех «Замана!» тесе кăшкăрма пăрах. «Бролетарий — на коня» тесе те вырăнлă кăçкăрас пулать.

— Сансăрах пĕлетĕп, — терĕ Тимĕркке, шăл йĕрсе. — Сана та йĕркене кĕртĕп, чăвашла тĕрĕс калаçма вĕрентĕп. Кашнп пăснă сăмахшăн штраф тӳлеттерĕп сана: «çут тинче» тенĕшĕн — вунă тенкĕ, «кăçкăр» тенĕшĕн — вунпилĕк тенкĕ, «чай иçме» тенĕшĕн — çирĕм тенкĕ.

Иккĕшĕ вĕсем, çӳлти кĕпер урлă каçса, каçа хирĕçех Малтикаса çул тытнăччĕ. Арланов Мирски Тимук çыран айне чăмнине курса юлчĕ те юлташне асăрхаттарчĕ.

— Ку батрак ми… мэнле? — халех чĕлхине юсама тытăнчĕ Арланов. — Совет влаçĕн юпи пулма пултарать-и?

— Ку батрак анчахрах тĕрмерен таврăнчĕ, — тавăрчĕ Тимĕркке. — Юпа пулас е «На коня» ларас вырăнне вăл кĕçех Мăрзабай çине утланса ларать ак. Халь Хаяр Макар валли кăмăшка шăршласа çӳрет пуль. Хăйсем вĕретме хăраççĕ.

Мирски Тимук, чăнах та, Чулçырма çыранĕ айне кăмăшка шăршипе аннă. Яла таврăнсан, тĕлĕнсе кайрĕ Тимук: пуянсем кăмăшка вĕретме хăраççĕ иккен. Ялĕпе те пĕр Чахрун Мишшипе Елĕм-Чĕлĕм кинĕ çеç иикамран хăрамасăр вĕретеççĕ-мĕн. Чахрун Мишшипе урăх çыхланас мар, терĕ Мирски Тимук, Праски патне çул тупрĕ.

Шупка тĕтĕм кăларакан турпас çунтарать Праски. Кăмăшка лайăх сăрхăна пуçланă вăхăта мунчана Тимук пырса кĕчĕ. Праски куркана малтан юхнине сăрăхтарса ĕçме хатĕрленнĕччĕ.

— Ытла час килтĕн, Тимук пичче. Хатĕр мар-ха, кăшт уçăлса çӳре, — терĕ Праски, каялла çаврăнса пăхмасăрах.

Тимук хирĕç чĕнмерĕ, мунча алăкне тачă хупса, юнашар ларчĕ.

Праски куркари шĕвеке сыиса ячĕ те:

— Санăн та ĕçес килет пуль, ярса парас-и? — тесе ыйтрĕ.

Мунчара тĕттĕм. Хĕрарăм кăмăшка сыпса ларать. Тимук алли хĕрарăм çурăмĕ çине шăппăн пырса выртрĕ. Праски çуçенсе илчĕ, çавах туртăнмарĕ те, шарламарĕ те. Вара Тимук хĕрарăма вăйпа урайне йăвантарчĕ те ăна çăхан сăхнă пек чуптума тытăнчĕ.

Кăмăшкапа вĕриленнĕ Праски малтанах парăнчĕ пек, анчах тепĕр самантран питне пăркаларĕ те ачаш сасăпа: «Чим-ха, Тимук, малтан эсĕ те сып-ха», — терĕ. Килĕшес пулчĕ Тимукăн, вăл, ĕçме хатĕрленсе, урайĕнче ура тăсса ларчĕ. Праски, ура çине тăрса, курка тулгарчĕ. Унтан вăл мунча алăкне тапса уçрĕ те сасартăк:

— Эс, тĕрме пыйти, мана автан пек таптас терĕн-им! Ав, Емпĕлти Альтука кайса тапта! — терĕ; хăй Тимука куркари сивĕнсе çитмен шĕвекпе питрен сапрĕ.

Ун пек-кун пек пуласса кĕтмен «автан» питне шăлса та ĕлкĕреймерĕ — Праски мунчаран чупса та тухрĕ.

— Тĕрĕс каланă çав Мирски Тимук тесе! Пăх-ха ăна! Мана та килсе çулăхрĕ. Эп Емпĕлти Альтук мар. Кирлĕ пулсан, çамрăккине тупăп… — мăкăртатрĕ самаях ӳсĕрĕлепуçланă Праски.

Сăрхăнакан кăмăшкипе антăхнă «автанне» çаплипех пăрахса хăварчĕ вăл, хăй Кĕтери патне кайса мухтанас терĕ.

Тимук, ним пулман пекех, кăмăшка вĕретме юлчĕ. Пĕр курка тултарса сыпсан, çĕлен пек чашкăра пуçларĕ:

— Чим-ха, тепĕр чух вĕçерĕиеймĕн. Вĕçерĕнме мар, хăвах чĕнсе илĕн. Чĕнмесен — эсĕ те тĕрме пыйти пулса курăн.

Çыран айккипе тăнкăлтатса пыракан Праски Тимук мĕн чашкăрнине илтмерĕ.

Канăçсăр чунсем

Юлашки çулталăк хушшинче Трашукăн ăстăнĕ çивĕчленчĕ, тавракурăмĕ анлăланчĕ. Самана çавраçилĕ ăна хальччен хăпарса курман çӳллĕше хăпартрĕ.

Хулари чи пысăк çӳллĕшре, чаплă керменĕн виççĕмĕш этажĕнче, хуçа пек пуласса вăл кăçалччен тĕлĕкре те тĕлленме пултарайман. Çапах сăпайлă йĕкĕт мăнаçланса каймарĕ. Мăнаçланма мар, хăй, такам умĕнче темшĕн айăплă çын пек, чун канăçне çухатрĕ. Пуринчен ытла вăрçăра юн тăкакан юлташесенчен уйрăлса юлни тарăхтарать ăна.

Çавна унăн аслăрах тусĕ Мăрзабай Çимунĕ лайăх курчĕ, мĕншĕн тесен Çимун хăй те çапларах çын. Хăйсен пурнăçри тивĕçĕ пирки Çимунпа Трашук пĕрле те, уйрăм та нумай шухăшласа курнă; канăçсăр-тăнăçсăр чуна кантарас тесен, пурнăçри тивĕçе тупасах пулать.

Тайман Сахарĕ коммунйст тивĕçĕпе тата хăй кăмăлĕпе Хĕрлĕ Çара çырăннă вăхăтра Çимуяпа Трашук та каясшăн пулчĕç. Каллех тиркерĕç вĕсене. Çимунĕ, чăнах та, сывлăхпа ниме юрăхсăр çын ĕнтĕ, тепĕр чух сĕтел хушшинче ларнă çĕртех хавшаса ӳкет. Трашук ун пек мар. Вăл пăхма та чип-чипер, ун сывлăшĕ те хăватлă: Атаман тăвĕ çине пĕр канмасăр чупса хăпарĕ. Пурпĕрех ăна та ура лаппи тӳрем тесе тиркерĕç.

Чăнах та çав, туссем вăрçăра юн тăкнă чух лăпкă хулари пурнăçпа епле çырлахас-ха! Трашука Блокăн хитре сăввисем те хумхантарми пулчĕç, Сафо юмахĕсем те йăлăхтара пуçларĕç.

Çав тапхăрта Çимун кăмăлĕ те тепĕр еннелле туртăна пуçларĕ. Канăçсăр чун валли ĕç тупма Мулла Анукĕ пулăшрĕ. Трашука садра çухатса хăварнă каç «анкă-минкĕ Тартюхсем» пирки калаçнине иккĕшĕ те манман вĕсем. Анук каланă пек, хальхи пурнăç çинчен пьеса çырса пăхас кăмăл та пур-ха Çимунăн. Малтан вăл, хăнăхмалла тесе, вырăсларан куçарса пăхас терĕ. Çутĕç пайĕнче пьесăсем тупăнчĕç, анчах хальхи пурнăç çинчен çырнисем çук. Вара Çимун Островский пьесисене кăмăлларĕ, малтанлăха «Бедность — не порок» текеннине суйласа илчĕ.

Тертлене-тертлене куçарса пĕтерчĕ Çимун. Халь мĕн тăвас ĕнтĕ? Анукпа иккĕш хулара пурăнса театр тăваймĕç вĕсем. Яла каяс пулать.

Çакăн пирки Çимун унчченех шухăшла пуçланăччĕ. Инспектор ĕçĕ кичем пек туйăнчĕ ăна, унăн халăх хушшинче ĕçлес килет, чăвашсем патĕнче. Çимун хăй виçĕмçул иккĕленнĕ пек иккĕленекен çынсем халь ялта йышлăланнă ĕнтĕ. Çаксене кивĕ йăласенчен хăпма, çĕнĕ пурнăç çулĕ çине тăма пулăшас пулать. Тата тепĕр сăлтавпа та ялалла туртăнать Çимун: Чулçырмана кайса килнĕренпе вăл ачипе арăмĕшĕн тунсăхлакан пулчĕ.

Ĕçлеме яла куçас майĕ те тупăнчĕ. Уесри çутĕç пайĕн пуçлăхĕ фронта кайнă хыççăн çав вырăнта ĕçлеме Самартан Малинин юлташ килсе çитрĕ. Хулари чăвашсем хăйсен вăрманти юлташĕ, Самарти учителĕ, килнĕшĕн тем пек савăнчĕç. Шур сухал вĕсене Воробьевран салам каларĕ, хыпарсем те пĕлтерчĕ. Воробьев шкулне хупнă иккен, курсантсене пурне те фронта ăсатнă. Çапах та пĕчĕк чăваш хĕл енне каллех шкул уçма ĕмĕтленет, тет, тăшмана пур фронтра та халех çĕнтерессе шанать, тет.

Кĕçех Куракхăвинчен çын ыйтса ячĕç. Хут хыççăн Радаев хăй килсе çитрĕ. Вĕсем те çутĕç пайĕн пуçлăхне вăрçа ăсатнă. Никама мар, Николаева яма ыйтрĕ Радаĕв.

Мулла Анукĕ, чăвашла спектакль лартас еçпе хĕрсе кайнăскер, «драматургран» юласшăн пулмарĕ. Ана укомра чарса тăмарĕç, вăл Куракхăви районĕнче хĕрарăмсем хушшинче ĕçлени лайăхрах пуле терĕç; чăваш ялĕсем унта нумайрах.

Çапла Хĕрлĕ çуртри чăваш колонийĕ саланчĕ, Трашук хулара пĕччен юлчĕ. Вăл яла каяс пирки сăмах та хускатмарĕ. Пĕр енчен, уком ярас çук, теиĕр енчен — Воробьев сăмахне манман Трашук: малалла вĕренме ĕмĕтленет. Кусемсĕр пуçне тата ăна хулара тытса тăракан тепĕр сăлтав та пур-ха.

Каç пулсан киле васкамасть Трашук. Ĕç нумайланчĕ.

Пĕррехинче ăна уком секретарĕ чĕнсе илчĕ те:

— Укомра пăхма чипертерех арçынсем иккĕнех юлтăмăр, Петров юлташ, — терĕ. — Ыттисем — уксах-чăлах та хĕрарăм. Сан сухалу вăрăм, ман çӳç вăрăм. Çавăнпа ĕçлеме те пире ыттисенчен ытларах тивет…

Çӳçĕ, чăнах та, вăрăм Ильииăн. Максим Горькинни пек. Вăл кабинетра пуçне алăпа тĕрелесе ларнă чух шăпах çавна аса илтерет. Анчах ларнă чух çеç. Ура çине тăрсан, вăл Трашука та мăй таран çеç. Ырă çын. Трашук хисеплет те, юратать те ăна. Çитменнине тата, вăл сассипе те, сăнĕпе те пăртак Мăрзабай Çимунĕ евĕрлĕрех.

Уком ячĕне пĕр вакун политикăлла литература килнĕ: кĕнеке, плакатсем, лозунгсем, хĕрлĕ хăмач ярăмĕсем. Çавсене Трашукăн уесри кашни ял валли уйăра-уйăра хумалла.

Трашук ĕçе хĕрӳ тытăнчĕ. Ана виççĕмĕш хутра пĕр пысăк пӳлĕм пачĕç. Каçсерен çавăнта тĕрмешет вăл. Ывăнсан, балкон çине тухса уçăлать; пӳлĕмĕ те, балконĕ те халь Трашукăн кабинечĕ пулса тăчĕç.

Балконĕ çурт тулашĕнче мар, çзфтрах темелле. Унăн пĕр енĕ çеç ӳçă — балкон пек мар, пӳлĕмĕн пĕр пайĕ пек курăнать. Кунта ĕлĕк çурт хуçин, Киселев улпутăн, кабинечĕ пулнă. Каçсерен, балкон çине тухса, Атаман тăвĕ çине пăхса ларнă улпут. Мĕн те пулнн шухăшласа ларнă пуль ĕнтĕ. Анчах, паллах, çакăнта кĕçех Чулçырмари Çăпата Михалин ывăлĕ хуçа пуласса шухăшламанах ĕнтĕ. Шухăшлама мар, çын каласан та, каçса кайса кулнă пулĕччĕ…

Çав улпут балконĕ Трашука питĕ килĕшрĕ. Вăрттăн кĕтес. Аялтан пăхсан, балкои çинче ларакан çын курăнмасть.

Кĕçĕр Трашук пӳлĕмре ĕçлемерĕ, чĕри вăрканипе, балкон çине тухса, клеткăри арăслан пек уткаласа çӳрерĕ.

Паян укома таçтан Илюша Чугунов килсе кĕнĕччĕ. Хăй питĕ васкатчĕ, Трашукпа калаçса та лармарĕ. Хыпарне те тулăклă каламарĕ, юлташне пăлхатса çеç хăварчĕ. «Пирĕннисем пурте пĕтнĕ пуль, ача. Урал фронтĕнчен хăрушă хыпарсем килнĕ. Тĕрĕсрех хыпар укома килĕ-ха, паян-ыран мĕн пĕлесснне пĕлĕн. Халь эп штабра мĕн илтнине ĕненсех çитместĕп. Васкатăп. Пĕлтĕрхи çулпа çӳреме тиврĕ мана», — терĕ вăл. Урăх ним те каласа ĕлкĕреймерĕ — ăна Ильин патне чĕнсе илчĕç.

Пирĕннисем Урал фронтĕнче — Чулçырмаран çур ял, Сухоречкăран çур ял тени те сахал. Чи паттăр, чи ăслă, чи вăйпитти çынсем унта. Нумайăшĕ унчченех пĕтнĕччĕ: Спирка, Пăликан, Нюра, Унтри, Кĕркури… Ыттисене пурне те паян Илюша каланă пĕр сăмах пĕтерсе хучĕ. Çав пĕр сăмахра — темиçе çĕр çыннăн хаклă пурнăçĕ. Кашнине уйрăм аса илсен — чăтма çук. Çак балкон çинчен пуçхĕрлĕ сикес килет. Чĕрĕ çынсен сăнĕсем куç умне килсе капланчĕç, чун тăвăрланса çитрĕ. Çав вăхăтра куç умне чи çывăх, чн хаклă сăн тухса тăчĕ. Рамаш!.. Тутине кăштах чалăштарса кулать. Çук, вилĕмпе юнашар тăрасшăн мар вăл!

Рамашăн çутă сăнĕ Трашук шухăшĕсене пĕр йĕркене кĕртсе ячĕ.

Çĕнĕ самана, çĕнĕ тĕнче юнлă çапăçура, йывăрлăхра çуралать. Ĕçхалăхĕн паттăр ывăлĕсем çутă малашлăхшăн пинĕ-пинĕпе пуçĕсене хураççĕ. Емĕрсен тăршшĕне вăрçăсенче нумай-нумай юхнă халăх юнĕ, çавах ун хĕн-хурлă пурнăçĕ пĕртте çăмăлланман. Çăмăлланма мар, йывăрланса пынă. Халĕ акă халăх вăрçăсене ĕмĕрлĕхе пĕтересшĕн çапăçать, хăйĕн ирĕкне, телейне ĕмĕрлĕхе çирĕплетесшĕн кĕрешет. Чаплă юрă сăмахĕсем аса килеççĕ:

Юлашки хут хăватлă

Çапăçу çĕкленет.

Интернационалпа

Этемлĕх вăй илет.

Çавăншăн вилеççĕ чи лайăххисем, чи хитрисем. Вăрçă пĕтĕ, эпир çĕнтерĕпĕр. Пинсем пĕтĕç — миллионсем юлĕç. Манĕç-ши чĕрĕ юлнисем вилнисене? Çук, нихçан та манмĕç. Вилнисен ячĕсем, çутă çăлтăрсем пек, тата хитререх инçете чĕнсе тăрĕç.

Çакнашкал шухăшсемпе Трашук чылайччен лăпланаймарĕ. Шыва сиксе те сивĕтеймĕн çав хуйхăпа кăварланнă чĕрене. Юнлă çырмана сиксе çеç сивĕнме пулать пуль. Илюшăн хуралса ларнă сăнĕ аса килчĕ. Вăл хуть ĕçе кайрĕ. Çакăн пек хĕрӳ ĕçе, юнлă ĕçе пуçа чикес килет халь… Йышăнмаççĕ вĕт Хĕрлĕ Çара! Эппин, тарса каймала мар-ши?..

Çук, апла та юрамасть. Кунтан тарни те, пĕр шутласан, дезертирла хăтланниех пулать. Ильин хăй те вăрçа кайĕччĕ акă, анчах парти ăна кунта çаиăçма тăратнă. Трашука та партн тăратнă мар-и?

Халĕ ĕнтĕ ăна Çимунпа Мулла Анукĕ шухăшласа хунă еç те ача вăййи пек курăнмарĕ. Çимун хăйĕн тивĕçне лайăхрах ăнланнă иккен. Парти ĕçĕшĕн кĕрешме урăх хĕçпăшал тупнă вăл.

Хулари театра кирлĕ пек ĕçлеттересси те пирĕн хуйхă иар-и вăл? Ыранах Ильин юлташа асăрхаттарас. Театр кăтартакан спектакльсене курма халь ытларах шлепкеллĕ хĕрарăмсем çӳреççĕ. Рабочи халăх валли пултăр вăл, театр тени…

Тепĕр кунне Трашук уком секретарĕпе театр пирки, чăнах та, калаçса пăхрĕ. Илыш çамки çине усăнса аннă пĕр çĕклем çӳçне икĕ аллипе те ĕнси çинелле ывăтса майлаштарчĕ те каччă çине питĕ ăшшăн пăхса илчĕ.

— Ман шухăша пĕлнĕ пекех, питĕ вăхăтлă сăмах хускатрăн, — терĕ вăл, унтан Трашука хăратса пăрахрĕ: — Сана, Петров, агитпроп тăвас мар-и? Семыкин кайнăранпа çав пай кăшт уксахлакан пулчĕ пирĕн. Безрукова — лайăх коммунистка, анчах агитпроп ĕçне пĕччен çĕклеймĕ вăл.

— Пултараймăп, Тихон Сĕменович. Ытла çамрăк-ха.

— Эс ытла çамрăк, эп ытла ватă… Çамрăк пулнăшăн ан кулян. Эс ман пек пулăн-ха, эи вара сан пек пулаймăп. Çавах кулянмастăп. Сан пек çамрăксем халь Хĕрлĕ Çарта — полк е бригада командирĕсем. Вĕсенчен ан юл… Тепĕр çултан ак сана хам вырăна ĕçлеме хăварăп. Атя, атя, килĕш. Килĕшсен вара сана хамăн пĕр секрета каласа парăп.

Юлашки сăмахĕсене Ильин сассине пусарса, пăшăлтатса каларĕ. Хăй вара кăкăрне тьиса, кахлатса ӳсĕрме пуçларĕ.

Ун «секречĕ» тĕлĕнтерчĕ Трашука. Уком секретарĕ Тихон Ильич çамрăксем валли кĕнеке çырать иккен. Çавăнпа вăл çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмасăр кабинетра пĕччен ĕçлесе ларать. Унăн тепĕр вăрттăнлăхне Трашук урăх çынран пĕлчĕ.

«Ильин юлташ нумай пурăнаймасть пуль. Упке чирĕ çиет ăна», — терĕ Безрукова Трашукпа ĕç пирки калаçнă чух.

Ильин паян пушшех Горький санлă куранчĕ Трашука: пичĕ путăк, сăнĕ салхуллă.

«Пурăнас кунĕсем пĕтсе килеççĕ пулин те, хăй çавах çыншăн, халăх малашлăхĕшĕн çунать… » Трашукăн пур ĕçре те ун пек пуласси килчĕ.

Йĕкĕт йĕрĕхĕсем

Хăйне курман чух Сафошăн тунсăхламасть Трашук. Хăй астутармасан, чĕнмесен — ун патне кайма кăмăлĕ те ытлах туртмасть. Хĕре курсан çеç унăн вылянчăк ялтăркка куçĕсен тыткăнне лекет.

Сафона: «Юратап», — тесе тĕрĕснех калать Трашук. Курман чух вара юратнипе юратманнине хăй те пĕлмест. Аптранă енне, йĕкĕт ăна Наçтукпа танлаштарса пăхать. Наçтук сăнпа Трашукшăн çеç хитреччĕ. Вăл енчен Наçтука хула хĕрĕпе танлаштарма май.çук. Сафона Çимун та «хитре майрасен» шутне кĕртет. Вĕренни енчен пăхсан, ялти пуян хĕрĕ хулари мещен хĕрне парăнсах каймĕ: улт-çичĕ çул вĕреннĕ, гимназире те вĕренсе курнă, кĕнеке те нумай вуланă. Астăн енчен илсен, Мăрзабай хĕрĕ темле Сафоран та ирттерĕ.

Наçтука мĕншĕн юратнине пĕлмест Трашук, анчах ăна юратмаллах юратнăччĕ вăл. Курман чух — тунсăхласа касăлнă, курнă чух — ăна пырса тĕкĕнме мар, сăмах чĕнме те именнĕ.

«Пуçпа та, юнпа та мар, хĕре чĕрепе, кăмăлпа юратни çеç юрату пулать пуль вăл», — тесе шухăшлакан пулчĕ Трашук. Çак шухăш Çимунсем кайсан тин çирĕплене пуçларĕ. Çимун сăмахĕ те пăртак пулăшрĕ пуль аптранă йĕкĕте.

Малинин килсен, Çимуна систермесĕрех, Трашук Улькин хĕрне ĕçе вырнаçтарчĕ.

Çимунпа Анук вăл мĕн хăтланнине сиснĕ ĕнтĕ, çапах шарламан, хăй каласса кĕтсе пурăннă. Кĕтсе илеймен. Уйрăлас умĕн çеç вăрттăнлă-кĕрттĕнлĕ хăтланакан йĕкĕтпе ятарласах калаçрĕ вара Çимун.

Çимун калаçнă чух Трашукăн хăлхисем те хĕрелсе кайрĕç. Ашкăнчăк ача пек шăпăрт кăна итлесе ларчĕ вăл. — Ватăлнă хĕрсем халь такама çаклатма та хатĕр, — терĕ çавăн чух Çимун. — Улькин хĕрне юриех хурласа каламастăп. Хурлас тесен, хурлама та пулать. Сăн пирки мар. Хитре хĕр ĕнтĕ, пупĕрех пĕрне-пĕри юрăхлă çынсем мар эсир. Вăл, буржуйка мар пулин те, мещанка. Ун йăлисем сана килĕшмĕç, сан хăтланчăкусем ăна кӳрентерĕç. Халлĕхе пĕр-пĕрин çитменлĕхĕсене курмастăр, каярах йăл сана «некультурный, деревенщина, мужик» тесе хăрта пуçлĕ. Вăл кăна мар. Хĕрарăм арçынран пăртак çамрăкрах пулмалла. Сан мăшăру пулас хĕр çитĕнмен-ха, таçта ашшĕ килĕнче ӳсет халь…

Трашук шарламарĕ. Çимун кăшт шăпланса утса çӳрерĕ, унтан, çамрăк тусĕ çине пăхмасăр, хăй тĕллĕн калаçнă пек, малалла сăмахларĕ:

— Çамрăкрах пулмин — тантăш пултăр. Ку вăл санран нумай аслă. Эп каччă чухнех çитĕннĕ хĕрччĕ вăл. Ăна Чулçырмара такам та пĕлет. Сана ирĕксĕрлеместĕп. Асăрхаттарап çеç, хам тивĕçе тăватăп. Халь хулара пĕччен юлатăн. Пиччӳ вырăнне калатăп. Хулари пурнăçшăн ытла çамрăк эс…

Мулла Анукĕ те уйрăлас умĕн хăй сăмахне вăрттăн каларĕ. Урапа çине ларсан, Трашука тепĕр хут чĕнсе илчĕ те хăлхаран пăшăлтатрĕ:

— Арлăх туртăмĕсене майрапа пусарсан та пырĕ, авланас тесен вара — чăваш хĕрне савăнтар. — Çапла каларĕ те, туртари лашана шартах сиктерсе, ахăлтатса кулса ячĕ.

Тата пĕр сăмах каларĕ Çимун Трашука:

«Асту, ылтăн çĕрĕ вырăнне йĕс çĕрĕ ан туян. Хулара ял çыннисене улталакан хитре япаласем нумай. Хитрелĕхĕ те, пахалăхĕ те суя вĕсен», — терĕ.

Сисрĕ Трашук: ку сăмаха та Çимун Сафо пиркиех юптарса каларĕ.

Пĕччен юлсан, хытă шухăшларĕ йĕкĕт Çимун сăмахĕсем пирки. Сафо унран чылай аслă пулнине вăл хăй те сисе пуçланăччĕ. Анчах уншăн кулянмарĕ вăл. Культура тĕлĕшĕнчен вĕсем хушшинче пысăк уйрăмлăх пулни те ăна аптратмарĕ. Вăл енчен Сафопа кайран та танлашма пулать. Суя хитрелĕхпе пахалăх пирки калани вара шăп тĕле лекрĕ.

Унччен хушăран кăна тапранкаланă шухăш халь йĕкĕт пуçне пĕтĕмпех çавăрса илчĕ.

Сафо хăй те илемлĕ, тумĕ те хăтлă. Ун таврашĕнчи япаласем те хитре. Янравлă сăвăсем вулать, йăпатакан юмах ярать. Анчах темле суялăх пур çав хитрелĕхре. Мĕн вăл? Хитрелĕхе пысăклатни, çука пур тума тăрăшни мар-и? Ятне кăна илер-ха. Хăй Софья ятлă. Ачашшăн калас тесен, Соня темелле. Темшĕн хăй валли вал суя ят тупнă. Тата каччин чăн ятне те пăсрĕ.

Пĕррехинче тата: «Вĕт-шакăр ачасене юратмастăп», — тесе тĕлĕнтерчĕ. Хĕрарăм хĕр чухне те ача-пăчана юратать. Ача тени тĕнче илемĕ вăл. Хитре япалана юратать, хитре тавралăха юратать, хитре сăвă юратать, чăн хитре чĕрчуна вара — юратмасть. Трашука «юратап» тенĕ чух та суймасть-ши вăл? Тен, ниме те мар, хăйне кăна юратать пуль…

Аплах пулмасан та, суя пурнăçра пурăнать Сафо. Трашука та çавăнталлах туртма хăтланать.

Хайхи балкон çинче каллĕ-маллĕ уткаласа çӳренĕ май çапла шухăшларĕ Трашук. Халь ĕнтĕ Сафо мĕн хăтланни, мĕн калани — пĕтĕмпех суяпек туйăна пуçларĕ ăна.

«Пĕтĕмпех суя» тени, тен, тĕрĕсех те пулмĕ-ха. Хулари мещен хĕрĕ суя пурнăçра, хăй шухăшласа кăларнă пурнăçра, пурăннинчен тĕлĕнмелли çук. Чăн пурăнăç — халăх хушшинче вăл. Сафо пек хĕрсем ĕлĕк те халăха ăнланса çитмен, революци вăхăтĕнче вара унран хăракан та пулнă.

Сафо тесен, «хура халăхран» хăраман вăл. Хулари извозчиксене кăна мар, ялти хресченсене те — вырăсне те, чăвашне те — мĕн пĕчĕкренех хăнăхнă. Çапах, гимназире вĕреннĕрен, Блока вуланăран, хăйне мăнна хуракан пулса кайнă. Пĕр вăхăтра пуян купца ывăлне качча кайма ĕмĕтленнĕччĕ вăл… анчах Половинкин ывăлĕ ăна улталарĕ, илмерĕ.

Самана пăлханать. Хĕр ĕмĕрĕ иртсе иырать. Шăпах çав вăхăтра вăл Трашука тĕл пулчĕ. Паллашнă каç «комиссар» уншăн суя пурнăçри герой пулса тăчĕ. Каярах вăл Трашука чăн пурнăçра, анчах вăрттăн пурнăçра, герой тăвас терĕ.

Трашука качча кайма шухăшламасть Сафо. Качча кайма пĕр-пĕр инвалид — е офицер, е вĕреннĕ комиссар — тупăнĕ тет.

«Çамрăклăха çак сухаллă Русланпа çунтарса ярас, атту пурпĕрех хăрса кĕлленет вăл. Асăнмалли юлĕ хуть кайран… »

Паян хĕр хăйĕн пĕчĕк хитре япалисене ридикюльне чиксе тултарчĕ, вĕсем уншăн хусах арçын пӳлĕмне хитрелетме кирлĕ пек туйăнчĕç; кĕçĕр Русланпа Людмила уй-рăм пӳлĕмре çĕр ирттермеллĕ-çке.

Ун «Русланĕ» каланă вăхăтра килте пулмарĕ. «Людмила» çаплах кĕтсе илеймерĕ ăна. Мĕнле ăрăмçă аллине лекнĕ-ши?! Пĕр-пĕр Наина тупăнман-и? Наина… Малтан кулса ячĕ «Людмила». Кайран кĕвĕçсех шухăшла пуçларĕ. Унтан хăйне хăй çилленсе кайрĕ:

«Çук, кĕвĕçес мар-ха. Ытла нумай чыс пулĕ тата хам шухăшласа тупнă геройшăн!»

Çапах темшĕн тӳрех килне каймарĕ Сафо, паллакан çынсене асăрхамасăр, тĕп урампа хуллен кăна утрĕ. Нихçан çӳремен çулпа çӳрерĕ вăл паян. Унтан комиссарсен çурчĕ патне пырса тăчĕ. Анчах кĕмерĕ.

Тротуарпа пынă чух пуçне каçăртса çӳлелле пăхнă пулсан, хĕр хăйĕн «Русланне» те куратчĕ пуль. Русланĕ те, виççĕмĕш хутри бăлкон карлăкĕ урлă уртăнса аялалла пăхас-тăк, капăр тумланнă хĕре курнах пулĕччĕ. Вара, тен, аяла та чупса аннă пулĕччĕ… Балкон çинчен аялалла уртăнса пăхас йăла çук çав Трашукăн… Урам тепĕр енчи тротуар, уртăнса пăхмасан та, лайăх курăнать. Пуринчен капăр тумланнă майра урам тепĕр енне каçнине çеç курса юлчĕ Трашук…

Çак кунсенче Трашук Сафо пирки нумай шухăшланипе унран пăрăнма сăлтав шыра пуçларĕ.

Сăлтавне Праски тупса пачĕ.

Мирски Тимук çапах та темле майпа Праские кăмăшка вĕретнĕшĕн хуптарма пĕлнĕ-пĕлнех. Уншăн Праски хăй те айăплă ĕнтĕ. Хуняшшĕ сăмахне те, çын каланине те, Тимĕркке Совет ячĕпе асăрхаттарннне те итлемен вăл. Çапах, усал Тимук каланă пек, Праски «тĕрме пыйти» пулмарĕ-ха.

Чăвашла тумланнă хĕрарăм тĕрме иачальникне тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Çамрăк та хитре хăй. Айăпсăр ларнă тăхăр чăваш ялĕнчен. Кунăн хучĕсене те тĕрĕс туса çитермен. Те васканă, те акт çыраканнисем хăйсем те ӳсĕр пулнă. Унпа калаçма тăлмач кирлĕ тата. Укома шăнкăравларĕ начальник. Лерен часах Трашук пырса çнтрĕ.

— Ма кăмăшка вĕретрĕн? Мĕн каласа çăлас ĕнтĕ сана! — çилленсе кайса калаçа пуçларĕ вăл Праскипе.

— Ма вĕретнине сана, Трашук, кайран калăп. Халь итле, — Трашука курнипе хĕпĕртерĕ Праски. — Мирски Тимук лартрĕ мана. Мана пусмăрлама тапăнчĕ вăл. Эпĕ парăнмарăм, ăна питрен кăмăшкапа сапрăм. Çав лартнă, хăй Совет влаçне хирĕç пулнăшăн тĕрмере ларнă тесе кала. Ман пирки, кăмăшка хăй вĕретмен, хунямăшĕ вĕретнĕ, эп ун чух ăнсăртран мунчара пулнă тесе кала…

— Хуняму çук вĕт-ха сан. Хуняçу çине йăвантарасшăн мар-и эс?

— Çук, çук! Ĕлĕм-Чĕлĕм пирки ан асăн. Пирĕн качча лартĕç тата. Хунямăш те.

Трашук кулса ярасран аран тӳсрĕ. Ку Кĕтери хăраххипе калаçни те усăсăр. Вăл Праски хучĕсене илчĕ те милици управленине кайрĕ. Хĕрлĕ партизан-командир арăмне арестленине пĕлсен, милици начальникĕ турткалашмарĕ, кирлĕ резолюци çавăнтах çырса пачĕ.

Тĕрмерен хăтарчĕç Праские, çавах Трашукăн поручитель пулса алă пусмалла пулчĕ.

— Ну халь мĕн тăвас ĕнтĕ санпа? Киле хăвăртрах ăсатасчĕ, — терĕ Трашук, урама тухсан.

— Асатма ĕлкĕрĕн-ха. Малтан хăна ту. Çиес килет, çывăрас килет, сана мана çăлнăшăн чуптăвас килет, — ихĕрчĕ Праски.

— Чипертерех пул. Эп саншăн алă пуснă. Ман сăмаха итлес пулать ĕнтĕ сан, — терĕ Трашук, мăнаçланса.

— Мĕне пелтерет вăл, алă пусни? Эп татах кăмăшка вĕретсен, сана тĕрмене лартаççĕ-и? Апла пулсан эпĕ мар, эс ман алла лекрĕн-ха, — йĕкĕлтерĕ каллех Праски.

Вара Трашукăн та хуйхăрма пĕлмен çамрăк хĕрарăмпа пĕрле кулмалла пулчĕ. Çавах вăл хĕрарăм кăмăлне тепĕр еннелле çавăрса яма тăрăшрĕ, хăй ним пĕлмен пек, упăшки пирки ыйтса тĕпчерĕ.

— Упăшкапа пурăнаймарăм çав, — кăшт хурланнă пек пулчĕ Праски. — Хăй çут тĕнчере пурнасшăн пулмарĕ, таçта кайса чикрĕ пуçне. Аван мар хут килчĕ. Халь яла та тăруках таврăнмастăп ĕнтĕ, Самлейне кайса кăшт пурăнатăп. Елĕм-Чĕлĕм хуняçам: «… ĕçĕн… инĕм тĕрмере ларать», тесе макăртăрах пăртак.

Трашук халлĕхе хăйĕн хваттерне леçсе хăварчĕ Праские. Еçрен таврăнсан, Самлейсен хваттерне шыраса тупас тенĕччĕ вăл. Шухăшланă пек пулмарĕ. Хăй станцири клубра пулнипе килне ытла каçа юлса таврăнчĕ. Хăни кунтан ниçта та кайма шухăшламасть иккен. Урай çуса, хусах йĕкĕтĕн пӳлĕмне тирпейлесе, хăй мунча кĕрсе, апат пĕçерсе кун ирттернĕ вăл. Ыран Трашукăн кĕпи-йĕмне çума хатĕрленет-мĕн.

Пирвайхи каç хăнана кравать çине вырттарчĕ хуçа. Хăй валли урайне сарчĕ. Тепĕр каç аплах пулаймарĕ.

— Эс каллех урайĕнче йăваланса выртас тетĕн-и? Хăвăн вырăну çине хăвах вырт, эп урайне сарăп. Пĕр каç хăна пулни те çитĕ, — терĕ Праски, çывăрма вăхăт çитсен.

— Тух, эппин, эп выртам, — килĕшрĕ йĕкĕт.

Саланса утиял айне кĕрсе выртсан, Трашук хăлхине Праски коридорта такампа вырăсла калаçни илтĕнчĕ.

— Эс тĕрмере вырăсла пĕлместĕп тенĕччĕ. Халь такампа чиперех калаçрăн вĕт. Апла, лере суйрăн пулать? — терĕ вăл, Праски пӳлĕме таврăнсан.

Çамрăк хĕрарăм, лĕх-лĕх кулса, куçне вылятрĕ, Трашук çине çăтса ярас пек пăхса илчĕ. Пăртак вăхăт иртсен, темшĕн:

— Эп Самлей хĕрĕ вĕт, — тесе хучĕ.

«Ма апла кăларĕ-ха ку? Мĕне пĕлтерет вăл? Ялта Самлей хĕрĕсем ясар тенине илтнĕччĕ, çавăнпа калать-ши? Вырăн сармасть-ха. Манпа юнашар выртма шухăшламасть-и вăл? Тепĕр тесен тата мĕнех вара? Ялти хĕрсемпе яшсем улахсенче пĕр вырăн çинех выртаççĕ. Калаçса выртаççĕ те нимсĕрех çывăрса каяççĕ… Анчах унта темиçе мăшăр юнашар сарса выртаççĕ çав, кунта вара эпир иккĕнех… Эй, ухмах, мĕнрен хăраса ӳкрĕм-ха тата? Каччи эпĕ-ха, вăл мар… »

Çапла шухăшласа выртнă май Трашукăн куçĕсем те хупăннăччĕ пулмалла — вăл çутта хăçан сӳнтернине те сисмерĕ. Вырăн сарни те илтĕнмерĕ. Праски çывăхра пăшăлтатни çеç илтĕнчĕ…

Ирхине вĕсем пĕр вырăн çинче, пĕр вăхăтра вăранчĕç.

— Тăма та вăхăт çитнĕ. Эс куçна хупса вырт, эп тăрам, — терĕ Трашук именчĕк сасăпа.

— Хĕрарăмпа арçын пĕр-пĕринчен унччен вăтанаççĕ, кайран вара кун çутипе те вăтанмаççĕ, — терĕ Праски, йĕкĕте чуптуса. — Летчик-Миккаран Кĕтери хăтарчĕ мана, Мирски Тимука хам парăнмарăм. Санран турă амăшĕ те хăтараймарĕ. Эп сан çумна кĕрсе выртиччен малтан турă амăшне кĕлтуса пăхрăм. Пулăшмарĕ…

«Сана манран мар, мана санран хăтараймарĕ çав», — шухăшларĕ йĕкĕт хăйне хăй тăрăхласа та, сивлесе те.

Сафо та аса килчĕ:

«Хайхи сăлтав тупăнчĕ ĕнтĕ. Текех ăна куçран пăхаймăп. Сăмах татнă кун килте пулманшăн çилленсе пурнать пулĕ ĕнтĕ халь… »

Çапла шухăшларĕ Трашук. Ентĕ лăплана та пуçланă-ччĕ, анчах пĕр кĕтмен çĕртен ăна хуçа майри сехĕрлентерсе пăрахрĕ. Каччă Праские ăсатса таврăнсан, вăл:

— Арăмăр сирĕн хитре те ĕçчен, савăк кăмăллă, — терĕ.

Тĕлĕнсе кайнă «комиссар» хирĕç чĕнессе кĕтсе тăмасăр, вăл анратса яракан хыпар пĕлтерчĕ:

— Халь кăна пĕр хĕрарăм килсе кайрĕ, сирĕн пирки ыйтрĕ. Арăмне ăсатма кайрĕ, терĕм…

— Мĕнле хĕрарăм, кам? — чĕлхине аран çавăрса ыйтрĕ Трашук.

— Паллаймарăм. Вуальне çĕклемерĕ…

Мăнтăр купца майри суя тĕнчене çапла пĕр сăмахпа пĕтерсе лартрĕ. Иртнине халь тавăрас тесен те тавăраймăн.

Кĕçĕр Трашук Сафо патне пысăк çыру çырчĕ. Çырăвĕнче: «Ман арăм çук. Хуçа майри, пĕлменнипе, ирĕксĕрех суйнă», — терĕ вăл унта. Çав вăхăтрах çырăвне ĕмĕрлĕхе уйрăлакан çын пек çырчĕ. Суя илемлĕхе юратакан хитре хĕрĕн кăмăлне майлăрах пултăр тесе, çырăвне çаила вĕçлерĕ.

«Паллашнă чух эсир мана пĕр сăввăн варринчи пайне çеç каларăр. Эп сире Блок сăввин пуçламăшĕпе пĕтмĕшне астутарам:

Не призывай и не сули

Душе былого вдохновенья.

Я — одинокий сын земли,

Ты лучезарное виденье.

Земля недвижна, ночь бледна.

Не жди былого обаянья:

В моей душе отражена

Обитель страха и молчанья».

Çырнă çырăвĕ темиçе кун сстел çинче тусанланса выртрĕ. Ирĕксĕрех Кĕтери сăмахĕсем аса килчĕç: «Çыру çырма ăста эс, анчах çырнă хутна яма иĕлместĕн». Наçтук патне çырнă та çурнă хутсем те аса килчĕç. Укĕнчĕ халь йĕкĕт хăйĕн туйăмне хĕре вăхăтра систерменшĕн. Халĕ ним тума та çук ĕнтĕ.

«Иртсе кайни каялла таврăнмасть çав», — хурланса шухăшларĕ вăл.

Мĕн иртсе кайнăшăн хурланнине вăл хăй те путлĕн чухласа илеймерĕ.

Кĕрхи каç

Сахар таврăнмарĕ. Лисук, çамрăк хĕрарăм пек, каллех салтак арăмĕ пулса тăчĕ. Халь килте, туса пĕтермен кил-çуртра, тăр-пĕччен юлчĕ вăл. Верук хăнана килнĕччĕ. Вăл ашшĕне курса юлаймарĕ, пăртак пурăнчĕ те Тараса хăйпе пĕрле илсе кайрĕ.

— Марье кинемей тунсăхлаиă, Тараса илсе килме хушрĕ, — терĕ.

Кăнтăрла ĕç нумай. Хĕл каçма лайăхрах хатĕрленес пулать. Пир пĕветсе, Тарас валлн кĕпе-йĕм çĕлемелле, пусма тавар лавккана килет пулсан та — илме укçа çук. Лисук кунĕпе е килкартинче, е пӳртре мĕшĕлтетет, каçсенче вара, хăй çутмасăр, пĕчченех куççуль юхтарса, сасăсăр хӳхлесе ларать. Лешеккинче ватăлнă хĕрсем хурланса юрлани илтĕнет. Майра хĕрĕсем улах ларсах каймаççĕ, кĕркунне те урама тухаççĕ. Каччисем çук вĕсен, вăрçăра.

«Мăнтарăн хĕрĕсем! — вĕсене те шеллесе хуйхăрать Лисук. — Качча каймасăрах талăха юлтар. Эх, самани-самани! Арçын юн тăкать, хĕрарăм куççуль юхтарать… Йăпанма пĕчĕк ача пулинччĕ, — каллех хăй пирки шухăшлать вăл. — Юлашки хĕрача та пулин пурăнмарĕ… Юлашки пулчĕ çав вăл. Усрав ача тупса илес мар-ши пĕрех хут?..»

Хĕрарăмăн иксĕлсе пĕтмен туйăмĕ тăлăх чĕрен суранне пушшех араслантарать. Тарас кайсан, Лисук чĕри тата хытăрах касăла пуçларĕ.

Пĕрре çапла каçхине Лисук, хăй çутмасăр, хуйхăрса, хӳхлесе ларнă чух пӳрте такам килсе кĕчĕ, чăвашла:

— Ман килес, анне! — терĕ.

Лисук çанçурăмĕ çӳçенсе илчĕ, вăл сăмах чĕнейми пулса кайрĕ.

— Пĕчченех-и, анне? Тараска таврăнмарĕ-и? — халь сасă тĕпелтех илтĕнчĕ, урай хăми те чĕриклетрĕ. Лисук тинех тавçăрса илчĕ: Оля! Хĕрарăм чĕрине чăвашла та, вырăсла та каланă «анне» сăмах çемçетсе ячĕ.

Оля хăй çутма хушмарĕ. Вăл Рамашăн тăван мар амăшĕ çумне юнашар пырса ларчĕ.

— Пурăнмаллах килтĕм… Рамаш çулĕие тӳрех каçрăм. Ыран япаласене лашапа илсе килеççс. Вăхăт çитрĕ ĕнтĕ. Тахçанах каçмаллаччĕ те, анне ямасăр тăчĕ. Халь хăех ăсатрĕ. «Кай, эппин, тăхлачă пĕчченех юлнă, эпир хуть сансăр та виççĕн юлатпăр килте», — терс.

Оля вырăсла калаçать. Лисук — чăвашла. Çапах вĕсем пĕрне-пĕри лайăх ăнланаççĕ.

Автансем авăтичченех калаçса ларчĕç çамрăк салтак арăмĕпе ватă салтак арăмĕ. Çывăрма выртас умĕн Оля Лисук аллине тытса хăйĕн хырăмĕ çине хучĕ.

— Раштавсем иртсен асанне пулатăн, — терĕ вăл.

Пурнăçра хуйхăпа пĕрле савăнăçĕ те çӳрет çав. Текех анне пулаймĕ Лисук, асанне пулма тивĕçех вара. Усрав ача шырама та кирлĕ мар иккен.

Оля çĕнĕ çĕрте выртсан та тӳрех çывăрса каяймарĕ. Савăнăçне çеç каларĕ-ха вăл хунямăшне, хуйхине каламарĕ. Хуйхи те пур çав: Рамашран çыру килми пулчĕ.

Паян яла çул ман Илюша кĕрсе тухрĕ. Вăл ялта çулталăк ытла пулмаи, хăй çава. х таçта васкать. Дезертирсене тытма хушнă иккен ăна. Улшăннă Илюша, хаярланса кайнă. Кăнтăр фронтне Деникиппа çапăçма каясшăн пулнă вăл, анчах унта ăна яман. «Эс партизан пулса вăрманта пурăннă. Халь вăрманта дезертирсем тарса пурăнаççĕ, Совет çыннисене вĕлереççĕ. Çав усалсен йăвине шыраса туп», — тенĕ штабра. «Тупатăп, пĕрне те чĕрĕ хăвармастăп. Персе вĕлеретĕп», — тенĕ Илюша.

— Сана хăвна пеме право паман пуль-ха? — ыйтрĕ унран Оля.

— «Только в перестрелке», терĕç штабра. Перестрелка тăвап эп вĕсене! Пурне те хирсе тăкăп. Кам мана пырса тĕрĕслĕ унта, — терĕ Чугунов, шăлне шатăртаттарса.

Хаярланнă Илюша. Оля Рамаш пирки пăшăрханса калаçнине илтсен, кăмăлпа пăртак çемçелчĕ пек. Оля çумне пырса ларчĕ, шӳтлеме пăхрĕ.

— Мана юратмаллаччĕ сан, Олюша, — терĕ вăл. — Сывлăх енчен ăраскаллă эп, пульăсем тивмеççĕ мана, тивсен те вĕлермеççĕ, ӳте шăтараççĕ кăна. Виç хутчен суранлантăм — аптрамарăм. Рамаш темле паттăр ĕçре, темле хăрушлăхра пулсан та, пуля лекменччĕ, хĕç касманччĕ ăна. Орденоносец вăл. Пуля шăйăрмасть ăна, лексен — е чĕрине, е пуçне шăтарать. Мĕншĕн тесен телейлĕ вăл, юратура телейлĕ. Телейлĕ çын иурнăçĕ вăрăм пулмасть. Ман пек ăраскалсăррисем çĕр çул пурăнаççĕ…

— Эс ма апла калатăн? Пĕр-пĕр начар хыпар пĕлместĕн-и, Илюша? — шуралса кайрĕ Оля.

Илюша каллех те шӳт турĕ, те кĕвĕçрĕ:

— Хыпар? Мĕнле хыпар? Сана курнипе ăсран кайрăм пуль? Рамаш пулмасан, Оля мана юратма пултаратчĕ, тесе шухăшланăччĕ… Хыпар пĕлекен çын мар эп, Оля. Штабсем хыпар каламаççĕ мана, приказ пама çеç пĕлеççĕ.

Илюша сăмахĕсене аса илсе, тарăхса, аптраса выртать ыйхă çухатнă Оля.

«Ма апла калаçрĕ-ши Илюша? Кевĕçет-шн е… чăнахах Рамаш телейне ăмеанать-ши? Е тата, чăнах та, Рамаш пирки усал хыпар пĕлет-ши?..»

Шурăмпуç палăрнă çĕре Лисук Анук ĕнине сума тăчĕ.

Ма савăк туйăмпа вăранчĕ-ха вăл паян? Çавăнтах астуса илчĕ: Оля пурăнмалла килчĕ. Тата вăл часах асанне пулать! Тарас кравачĕ патне пырса, вăл хальтерех çывăрса кайнă çамрăк кинĕ çине пăхса тăчĕ. Унтан ăна тепĕр утиялпа витрĕ те, урай хăми чĕриклетесреи асăрханса утса, пӳртрен тухрĕ.

«Тарас аппăшĕ патĕнче уйăх пурăнсан та аптрамăп ĕнтĕ, халь пĕччен мар», — шухăшларĕ Лисук «çичсакпа» витре йăтса аннă май.

Анчах Тарас Якалĕнче уйăх пурăнмарĕ. Уйăх мар, эрне те тăмарĕ. Çутăлса çитессе кĕтмесĕрех, вăл килне, вуникĕ çухрăма, çуранах тухса чупрĕ. Тахçан-тахçан хĕвеле вупăр çинĕ чух ун ашшĕ çак çулпах макăрса чупнăччĕ, Тарас макăрмасть. Хушăран куççуль шăпăртатса тухнине те сисмест вăл. Кăшт чарăнса, питне çаннипе шăлса илет те татах чупать.

Тул çутăлса çитрĕ ĕнтĕ. Те ывăнса ӳкнипе, те пуç кăшт йĕркене кĕре пуçланипе, Тарас чупма чарăнчĕ. Пĕр самант шухăшласа тăчĕ:

«Аппана та каламарăм. Каялла таврăнас мар-и? Выртмари ачасем калĕç-ха, кукка лашисене те çавăтса таврăнĕç. Хут киличчен пырса çитесчĕ: Антонина Павловна урлă почтальона систерес: Олк ячĕпе хут килсен, ан патăр хутне. Хам ятпа килнине хамах илĕп».

Пĕр чупса, пĕр утса васкать Тарас. Мĕн пулнă-ши ăна? Хĕвеле те, уйăха та мар, Тарасăн хальччен хура-шур курман чĕрине вупăр çиет халь. Çуркунне, Иĕнерлĕ Ту хыçĕнче тупăсем кĕрленĕ чух, пĕчĕк ача пек кунĕпех макăрчĕ вăл. Халь макăрма та пĕлмест. Унăн чĕри типĕ хуйхăпа касăлакан пулнă.

Якалĕнче Тарас аппăш патĕнче мар, Темен куккăш патĕнче пурăнчĕ, куккăшне вăрçтарчĕ, Марье кинемее савăнтарчĕ. Каçсерен куккăшĕн икĕ лашипе выртмана çӳрерĕ вăл.

Тĕрĕссипе каласан, чăн-чăн куккăшĕ Тарасăн çук та. Амăшĕ унăн тăлăх-турат пулнă. Чулçырмари куккăшсем — амаçури енчен, Темен куккăш — асламăш енчен. Ашшĕ енчен тачă хурăнташ çук. Тарас çавна пĕлмест мар, лайăх пĕлет. Пĕррехинче вăл таврари хурăнташсене пурне те хут çине çырса илчĕ. Кам хăш енчен, мĕн таран хурăнташ пулнине ашшĕне тĕпчесе тĕрĕслерĕ. Мĕн тесен те, Темен куккăш чи çывăх хурăнташ пулса тухать.

— Чи çывăх хурăнташу сан вырăсра ĕнтĕ халь. Ольăран çывăххине тупаймăн. Çӳлти сыпăкра мар, аялти сыпăкра шыра хурăнташна. Ольăн ачи сан чи çывăх хурăнташу пулать ак, — терĕ ашшĕ, Тарас списокĕнчен кулса.

Оля пирки ашшĕсĕрех пĕлет-ха Тарас. Вăл унпа ашшĕнчен маларах паллашнă та, туслашнă та. Халĕ ашшĕ-амăшĕ енĕпе хурăнташ çукки хăртать ăна. Асатте енĕпе те çук, асанне енĕпе кăна. Çавăнпа Тарас Темен куккăшне курасшăнах пулчĕ. Ана юратма та тăрăшрĕ вăл, икĕ кун кунĕпех юратса пурăнчĕ, виççĕмĕш кунне пиччĕшĕн сăмахне ирĕксĕрех аса илчĕ: «Чăнахах та, Тĕве кукка иккен», — терĕ. Куккăшĕнчен писрĕ Тарас, уншăн выртмана та çӳремĕччĕ, анчах Марье кинемей пур вĕт-ха. Шухăшласа пăхсан, тăванлăх енчен ют çын вăл. Асаннен кинĕ çеç, хăй çапах темле тăванран та тăванрах.

Рамаш Темен куккăшне мĕнле «арестлени» çинчен те каласа култарчĕ Тараса ырă карчăк. Ялта пĕлтĕр пулса иртнĕ ĕçсем пирки те ачапа мăн.çынпа калаçнă пек калаçрĕ. Çав Марье кинемейшĕнех Якалĕнче тем чул пурăнĕччĕ Тарас, пурăнмалла пулмарĕ çав.

Тарас Якаль ачисемпе хăвăрт наллашрĕ. Кĕлеткепе вунвиççĕри ача вӳнпиллĕкри пек курăнать. Якаль ачисем, чăвашсем те, вырăссем те, хавас йышăнчĕç ăна. Нумайăш пĕлтĕр ун пиччĕшне курса юлнă. Рамаш пирки пĕр-пĕрин умĕнче ăмăртсах тĕрлĕ легендăсем каласа пачĕç, Тараса хăйне «Трибунал шăллĕ» тесе чĕне пуçларĕç.

Кĕçех Тарас выртмана çӳрекеи «кавалеристсем» хушшинче «командир» пулса тăчĕ.

Самлей енчи вăрманти Вăрăм уçланкăна Якаль ачисем выртмана çӳреми пулнăччĕ. Унта выртмари ачасене çĕрле темле усал çынсем пырса тапăнаççĕ, тет.

Тарас те ĕненмерĕ, те хăйĕн паттăрлăхне кăтартас терĕ, — хăй пек харсăр юлташĕсене çавăнта ертсе кайрĕ.

Лашисене тăлласа ячĕç ачасем, хăйсем, кăвайт хурса, улма пĕçерчĕç те вут тавра юмахласа ларчĕç. Тарас темиçе хут та лашасене кайса тĕрĕслесе килчĕ. Уçланкăрах сиккелеççĕ-ха вĕсем, таçта вăрмана кĕрсе каймаççĕ, уçланкăри курăк тутлăраххине хăйсем те пĕлеççĕ.

Ачасем çывăрса кайрĕç. Тарас, çывăрма хатĕрленнĕскер, вут сӳнсе ларасса кĕтсе выртрĕ.

Çав самантра Самлей енчи вăрман хĕрринче сасă илтĕнчĕ. Тарас ура çине сиксе тăчĕ. Вут умне икĕ юланут çывхарчĕç. Пĕри лаша çинчен анчĕ. Тепри, пĕр ача çывăрманнине курсан, йăвашшăн:

— Ан кăшкăр, ан хăра гшртен, — терĕ. — Сире тивместпĕр, пире лаша мар, апат кирлĕ. Юлташусене ан вăрат. Апат пур-и?

Тарас калаçакан çыннине палларĕ те, тĕлĕнсе, сăмах чĕнейми пулса кайрĕ. Лаши çинчен анни çав хушăра ачасен хутаççисене тустарса тухрĕ, ачасем çисе ярайман улмана кĕсйине пуçтарса чикрĕ.

— Санька! Мĕн туса çӳретĕр эсир кунта? Хĕрлĕ Çарта апат памаççи сире? — çывхарчĕ Тарас юланут патне. — Кăнтăрла яла килĕр. Çăкăр, аш, кĕрпе парса ярăп.

— Спасибо, Тарас, — палларĕ Санька та Тараса. — Кăн-тăрла çӳреме юрамасть пире. Эпир вăрттăн отрядра. — Вăл темшĕн кулкаласа илчĕ. — Эс ма Якальне килтĕн? Асту, ялта мана курннне никама та ан кала. Хăвăртрах, Васька, мĕн мĕшĕлтететĕн унта? — юлташне васкатрĕ Санька.

«Васька. Фальшин вăл! Ун пирки Оля вăрмана тарнă тесе каланăччĕ. Санька та унпа пĕрле. Акă мĕнле вăрттăн отряд вĕсен», — тавçăрса илчĕ Тарас. Вăл сасартăк вырăнтан хускалчĕ те тапраннă юланутсем хыççăн чупрĕ.

— Санька-а! Чим-ха, — тарăхса кăшкăрчĕ Тарас. — Эс дезертир вĕт. Таврăн. Пурпĕрех тытаççĕ сире, персе вĕлереççĕ. — Ку сăмахсене Тарас, Васька ан ăнлантăр тесе, юриех чăвашла каларĕ. Санька чарăнса тăчĕ, юлташне чарăнма хушмарĕ; вăл, чеерехскер, вăрманти вăрттăн пурнăçра пуян ачине хăйне пăхăнтарма та пĕлнĕ.

— Эх ты, Тарас! Аçта маларах вĕлереççĕ, çавна пĕлместĕн çав эс. Молокосос! Сана кзлас мар тенĕччĕ. Мана дезертир тесе хăртнăшăн калам, эппин. Сан пиччӳ крышка, капут пулнă. Çук пиччӳ. Был и нет. Пĕтĕм Хĕрлĕ Çар капут пулнă. Чапай тоже капут, был и нет. Кĕçех сире те, камунсене…

Юлашкинчен Санька намăс сăмах каласа ихĕрчĕ те лашине Васька хыççăн сиктерчĕ.

Тарас сасартăк вăйсăрланса кайрĕ, вăрахчен вырăнтан та хускалаймарĕ. Кăвайт патне таврăнсан, Тарас çĕрĕпе чăлăм куç хупмарĕ:

«Тĕрĕс каларĕ-ши Санька е хăйне дезертир тенĕшĕн çеç вĕчĕрхенсе суйрĕчпи? Эп ăна хĕрхенее каларăм… Усал çын вăл Санька. Суйма ăста. Суйрĕ пуль. Пĕтĕм Хĕрлĕ Çар капут темен пулсан, ĕненме те пулĕччĕ. Суять».

Тем те шухăшларĕ Тарас çĕр хута. Шухăшĕ вара çаплах пиччĕш тавра явăнчĕ.

Пиччĕшĕ хăйпе хăçан мĕн калаçнисем, Пасарлă ялти савăк кунсем аса килеççĕ. Тарас кăшт çеç астăвать: Наполеона çĕнтернĕренпе çĕр çул тултарнă кун уяв пулчĕ. Яп-яка, вăрăм-вăрăм юпа тăррине никам та хăпараймарĕ. Рамаш хăпарчĕ, юпа тăрринчен çап-çутă пушмак илсе анчĕ. Кустăрма пек кусса çӳренĕшĕн пурçăн тутăр пачĕç.

Шăна пуçланипе Тарас çĕнĕрен вут чĕртсе ячĕ, пиччĕш хăçан мĕн çырнисене йĕркипе аса илме тăрăшрĕ…

Рамаш çыру çырсах тăчĕ — Лешеккине те, Чулçырмана та. Киле Тарас ячĕпе çырать: пурпĕр атте килте нумаях пурăнаймĕ тенĕ пуль çав…

Оля, çыру илсен, Чулçырмана каçать. Анчах вуламасть вăл Рамаш çырăвне, хыпарсене сăмахпа çеç кĕскен каласа парать. Тарас тĕлĕнет. Çырăвĕ пысăк, темиçе листа, хыпарĕ виç сăмахран ытла мар.

«Мĕн çырнă-ши пичче инке патне çавăн чул хут хуратса? Ма инке пичче çырăвне пĕтĕмпех вуламасть?» — шухăшлать Тарас.

Инкĕшĕнчен çавăн пирки ыйтма хăяймасть вăл, ашшĕнчен ыйтса пăхрĕ. Ашшĕ йăл кулчĕ те:

— Тата виç-тăват çултан хăвах пĕлекен пулăн ăна, — терĕ.

… Хĕвĕшеççĕ, вĕреççĕ шухăшсем ача пуçĕнче, анчах ăçталла пăрăнсан та каллех дезертнрăн усал сăмахĕсене аса илтереççĕ.

«Сан пиччӳ крышка, капут пулнă… »

Выртмаран таврăнсанах, киле кайма шухăш тытрĕ Тарас. Тен, унта çыру килмен-ши?..

Кĕрхи каç вăрăм, çавах вртсе кая пуçларĕ вăл. Вĕчĕрхенсе, ывăнса çитнĕ ача кăшт выртса тĕлĕрес терĕ. Çук, кĕрхи хура каç иртмен иккен-ха…

Шурăмпуç палăрнă çĕре Тарас вута юлашки вут-шанкă пăрахнăччĕ, çулăм çĕнĕрен ялкăша пуçланăччĕ. Çав вăхăтра ял енчен тепĕр юланут кустарса килчĕ. Вут умне çитсен тин, юланутçă хура урхамахне, сасартăк чарса, чĕвен тăратрĕ. Тарас вĕриленнĕ лаша айĕнчен аран пăрăнса ĕлкĕрчĕ.

— Асăрхан, ухмах! Ачасене ан тапта! — кăшкăрчĕ вăл.

— Таптамастăп, Тарас, ан хăра. Сана выртмасем тăрăх шыраса килтĕм çакăнта. Эс мана курмастăн, эп сире кăвайт çутинче пурне те курап. Ухмах тенĕшĕн таптасан та юратчĕ пуль те, юрĕ ĕнтĕ, — терĕ юланутçă; çăварлăха кăшласа тулхăракан лашана лăплантарма тăрăшрĕ.

Вут çывăхĕнче хура урхамах та, шĕвĕр çĕлĕклĕ юланутçă та куçа лайăх курăнакан пулчĕç.

— Илюша! Эсĕ вĕт?! — макăрса ярас пек хавасланса кăшкăрчĕ ача.

— Эпĕ, Тараска, эпĕ. Атя-ха, пăрăнар аяккалла. Атту сан кавалеристсем вăрана пуçларĕç, ав, — терĕ те Илюша, хура урхамахне каялла çавăрчĕ.

— Эс, мĕн, Тарас, часовой пултăн-им, тутлă ыйхă вă-хăтĕнче те çывăрмастăн? — терĕ вăл, пăртак аяккалла кайса, лаши çинчен ансан.

Тарас ăна çĕрлехи юланутсĕм çинчен каласа пачĕ. Васькăпа Санька ячĕсене илтсенех, Илюша тарăхса кайрĕ.

— Эх, ухмах, тăм пуç! — çилĕллĕн кăшкăрчĕ вăл. — Якалĕнче канма кирлĕ марччĕ пирĕн, сана та ирхине мар, каçранах шырамаллаччĕ. Ухмах çав эс, Чугунок!

Тарас Илюшăна Санька пĕлтернĕ хăрушă хыпара та, Рамашран çыру килменни пирки те, хăй пăшăрханнипе çĕрĕпе çывăрманни çинчен те каласа пачĕ. Лешĕ вара пушшех хĕрсе кайрĕ, ачаран вăтанмасăрах, Санькăран та ирттерсе, пӳтсĕр сăмахсем каласа кăшкăрашрĕ.

— Кăтартăп эп вĕсене «капут!» — чышкипе вăрман енне юнарĕ вăл юлашкинчен.

Тарас, çак кăра çилĕллĕ вырăса нуçласа курна пек, тĕлĕнсе кайрĕ. Пĕлтĕр ялти пăлхав вăхăтĕнче паллашнăччĕ унпа Тарас, ун чух лайăх астуса юлчĕ пек вăл пич-чĕшĕн тусне. Пĕлтĕрхи пек мар халь Илюша, чăнах та, темле «Чугунок». Ун сасси те улшăннă. Сăнĕ темĕскер те пер каласа вăрçнă чух пăхма хăрушă.

Илюша, ача кăмăлне сиснĕ пек, сасартăк лăпланчĕ.

— Каçар, Тараска! Çав шакалсемпе çапăçмалла ĕнтĕ ман. Эс арçын вĕт, пысăклансах пыратăн. Пăх-ха, мана сăмса таран пулнă! — терĕ те вăл, Тараса хăй çумне туртса илчĕ.

— Арçын эс, — тепĕр хут каларĕ Илюша. — Арçын пулса итле, эппин. Ольăна каламарăм, аппуна каламарăм. Хĕрарăм макăрнине тӳсме пултараймастăп. Сана каласах пулать… Чăнах та, хурлăхлă хыпар пур, анчах тӳрех калам, Рамаш пирки ним те пĕлместĕп эпĕ. Пĕтĕм Хĕрлĕ Çар пирки суять Санька. Пĕгĕм çар мар… Чапаев пĕтнĕ, унпа пĕрле дивизи штабĕ, штабран пуçне тата нумай çын пĕтнĕ. Никам та çăлăнайман, теççĕ.

Тарас макăрса ямарĕ. Ун куçĕсем алчăраса кайрĕç, вăл сăмах та чĕнеймесĕр пăхса тăчĕ. Çавна курсан, Илюша хăй те хумхана пуçларĕ.

— Кутяков бригади пулман Лбищенскра. Мана Рамашран çыру çукки çеç пăлхантарать. Чапаев штабĕнче пулма пултарайман вĕт пиччӳ! — Тараса çухаран тытса силлесе кăшкăрчĕ Илюша.

— Штаба, политотдела куçарнăччĕ ăна, — терĕ Тарас ютшăннă сасăпа.

— И-е-ех! бога-душу!.. — уласа ячĕ Чугунов.

Вăл Тарас çинчен çавăнтах маиса кайрĕ пулмалла. Яштах сиксе, урхамахĕ çине утланса ларчĕ, самантранах вара Тарас çул çинче пĕчченех тăрса юлчĕ.

Ял енчен тата пĕр вунă юланут килни курăнчĕ. Уттарса çеç килеççĕ. Калаçни илтĕнчĕ.

— Чугунока кĕтмеллеччĕ, — терĕ пĕри.

— Мĕн кĕтмелли! Çур сехетрен кĕтмесĕрех тапранăр, тесе хăварчĕ вĕт. Кустарар тӳрех Самлейне, — хистерĕ тепри.

Малти хирĕç пулнă ачаран хура юланутçа пирки ыйтрĕ. Тарас сăмах калаймарĕ, алăпа сулса çеç кăтартрĕ.

… Çавăнтанпах чупать Тарас. Тӳрех хир урлă. Якальне те, Куçминккана та кĕмесĕр, тахçан ашшĕ пĕчĕккĕ чух чупнă çулпа чупать.

Чупать Тарас. Кăшт сывлăш çавăрса канать те татах чупать. Пĕр шухăш çеç пуçра:

«Оля сасартăк пĕлсен, мĕн пулĕ!»

Хăй пирки шухăшламасть Тарас. Арçын вăл!

Макăрмарĕ Тарас Илюша умĕнче. Халĕ те макăрмасть вăл. Куççуль çеç хушăран капланса килет…

Таркăнсен арăмĕсем

Мăрзабай шухăшĕпе, кашни чĕрĕ чун тĕнчене асап курма çуралать. Этеме илес-тĕк, вăл, асап курса, чăнлăха çирĕплетет, этемлĕхе аталантарать. Христиансен тĕнне те çав сăлтавпах ырланăччĕ вăл.

«Турри пур-и, çук-и, пурпĕр тĕн законĕсем этем йăхĕшĕн пархатарлă», — тесе шухăшлакалатчĕ.

Назар пĕтнĕренпе шухăшсем ун пачах арăш-пирĕшленсе кайнăччĕ. Уйăхран киле таврăнсан та, ĕлĕкхи йĕре кĕрсе çитменччĕ-ха вĕсем. Çав тапхăрта Мăрзабай арăмне те хăратса пăрахрĕ, çынсене те тĕлĕнтерчĕ. Наçтук хăйĕн хуйхипе ашшĕ патне пырса кайни ун шухăшне сасартăк ĕлĕкхи карта лартрĕ.

Наçтук, унăн тăван хĕрĕ, хĕрарăм тивĕçĕнчен пăрăнасшăн пулса кайнă! Амăшĕпе мар, ашшĕпе калаçрĕ çавăн пирки, мĕскĕн. Упăшкине пăрахса, ашшĕ килне таврăнасшăн пулчĕ вăл. «Хам çывăха ямастăп Санькăна, йĕрĕнетĕп», — терĕ.

Çавăн чух Мăрзабай юратнă хĕрне килĕнчен хăваласа кăларчĕ. Хăй ĕнтĕ хĕрне хĕрхенсе макăрас патнех çитрĕ, çапах та урса каннă пек кăшкăрчĕ:

— Пиччӳ ухмахланса пуçне хучĕ, халь эс, ухмахланса, хăвăн ятна та, аçун ятне те ярасшăн. Ирĕксĕрлемерĕм сана: хăвах килĕшрĕн. Тӳс. Ача ту. Хĕрарăм тивĕçĕнчен ан пăрăн. Ман сăмаха итлемесен, ман патра хӳтлĕх ан шыра. Хуть ялтан тухса кай, хуть шыва кайса сик!

Наçтук ашшĕ килĕнчен чупса тухрĕ. Мăрзабай печчен юлсан тин макăрчĕ, хĕрне çапла ятланăшăн пурпĕрех ӳкĕнмерĕ. Укĕнмелли кайран пулчĕ…

Наçтук çавăнтанпа ашшĕ килне пачах çӳреми пулчĕ. Упăшкин килĕ те ют уншăн, упăшки хăй те ют çын. Аçта кайса кĕрес?! Чăнах та, шыва сикесси кăна юлчĕ.

«Атте тӳсме хушать. Кĕтери те упăшкине юратмасăрах тӳсет», — шухăшла пуçларĕ Наçтук. Вара, ача тусан, упăшки улшăнасса та шана пуçларĕ…

Упăшкисене Хĕрлĕ Çара чĕнтернĕ вăхăтра Кĕтери ачаллăччĕ ĕнтĕ, Наçтук йывăр çынччĕ. Анчах вĕсем, ытти çамрăк хĕрарăмсемпе пĕрле, упăшкисене, куççуль юхтарса, кĕпер урлă ăсатса ямарĕç. Санькăпа Зар Ехим пĕлтĕрхи пекех сасартăк çухалчĕç. Кĕтери, ачине йăтса, Наçтук патне ухмах упăшкине шыраса пычĕ. Чăлах лавккаçă хăйсен хушшинче вăрттăн калаçма памарĕ вĕсене.

— Санька хулана вырăссемпе пĕрле маларах кайрĕ. Сан упăшку та юлташĕсенчен юлмарĕ пуль, — терĕ.

— Санька сирĕн чее. Ман упăшкам ухмах. Вĕсем пĕрле кайнипе ырри пулас çук, — кулянчĕ Кĕтери.

Кĕçех ялта «таркăн» сăмах сарăлчĕ. Пĕлтĕр çамрăксем ялĕпе вăрмана тарса та çав сăмаха илтсе хур курмарĕç. Чехсемпе учредиловка влаçне йышăнмарĕ халăх, мобилизацие хирĕç ялĕпе тăрса пăлхаичĕ. Халь Совет влаçне законлă власть, хамăр власть тесе йышăнчĕç, çавăнпа мобилизацирен пăрăнакансене тӳрех «таркăн», «дезертир» тесе хăртрĕç.

Кĕтери çак намăслă-хурлă сăмаха пачах та йышăнмарĕ.

— Намăсĕ Ехимĕн хĕрлемес пуçĕ çине ӳктĕр, уншăн эп айăплă мар. Тульккĕш хăй килсе ан кĕтĕр, тукмакпа пуçне çапса çурап, — терĕ.

Наçтук урăхла йышăнчĕ ку сăмаха. «Таркăн арăмĕ. Таркăн арăмĕ!» тесе, хăйне хăй асаплантарса пĕтерчĕ.

«Власть тăшманĕ пул, Назар пек хаяр офицер пул, анчах таркăн ан пул, хăравçă ан пул», — тенĕччĕ вăл пĕррехинче Санькăна. Лешĕ хăлхана та чикмерĕ.

Тен, пустуя калаççĕ пуль? Халăх сăмахĕ те яланах чăн пулмасть. Тен, Санька хĕрлисенчен тарса, шуррисем майлă çапăçать пуль?»

Ырă кăмăллă çын, вăйлă çын пулсан, тĕнчери ырлăхшăн кĕрешет вăл. Вăйсăрри çак ырлăха ĕмĕтре тума тăрăшать, тĕнчере çуккине пур пек туса, хăйне хăй улталать. Пурнăç хĕрхенмест ун пек айвана, вăхăт çитсен, ун куçне уçатех. Куçне уçать те — хăйне çапса хуçать.

Тĕп-тĕрĕс хыпар çукран Наçтукăн суя ĕмĕчĕ те сӳнсех ларманччĕ. «Санька, тен… » текелесе, тем ĕмĕтленетчĕ, йăпанатчĕ-ха вăл. Упăшкине ĕмĕтре «таркăн» мар, вăйлăрах çын тума тăрăшатчĕ, мĕскĕн…

Тĕп-тĕрĕс хыпара Праски Самлейрен илсе килнĕ. Яла таврăнсан, вăл тӳрех Кĕтери патне хашкаса чупса пычĕ.

— Сан упăшкуна пула аппан хĕрачине тытамак чирĕ ерчĕ, — терĕ вăл малтан. Вара йĕркипе каласа пама пуçларĕ: — Аппасем урам вĕçĕнче, вăрман çумĕнче пурăнаççĕ. Пĕррехинче аппапа йысна вăрмана вутă касма кайнă, çичĕ çулхи хĕрачине кӳршĕ хĕрĕпе килте хăварнă. Çавăнта вăрмантан виçĕ таркăн пырса кĕнĕ. Пĕри аппа хĕрачине нӳхреп тĕлне кăтартма хушнă, иккĕшĕ кӳршĕ хĕрачине пусмарлама тытăннă. Çав вăхăтра таçтан Чугуновсем пырса тухнă. Икĕ таркăнне тытса килкартинчех персе вĕлернĕ, Улька аппа хĕрачи çавсене пенĕ чух нӳхреп лаççинче пулнă, хăранипе çавăнтах тăнсăр пулса ӳкнĕ. Халь тытамак тытать ăна. Тытман чух та, мĕскĕн, аташса калаçкалать…

Кĕтери малтан Праски сăмахне ĕненсех те çитмерĕ.

Ана куçран пăхса:

— Суймастăн-и, Праски? Эс тепĕр чух ай-ай лайăх тыттаран, — терĕ.

— Тупата туршăн, суймастăп, — ĕнентерме тăрăшрĕ. Праски, — çын сăмахĕ кăна мар, хам куçпа куртăм. Таркăнсене пытарнă çĕре шăпах Самлее пырса çитсеттĕм. Санькăна палларăм та. Тепри Лешекки вырăсĕ пулмалла. Вĕсене йĕрлекенни те лешеккисем, Чугунов, терĕç. Улька тăнсăр выртнине çынсем часах асăрхайман. Нӳхреприне те куракан пулман, вăл тахăш вăхăтра тухса тарнă. Кӳршĕ хĕрĕ хăй те малтан чĕлхе çухатнă, кайран тин калаçа пуçларĕ. Çав каланă тăрăх, виççĕмĕшĕ Зар Ехим терĕм. Улька та унăн хĕрлемес пуçне асăнать…

— Çав пулмасăр, кам пултăр, — хăех Праские шантарса каларĕ халь Кĕтери. — Пĕлтĕр тĕпсакайĕнче вилĕмрен хăтăлнă, халь нӳхрепре. Ана та персе вĕлернĕ пулсан, хăнк та тумăттăм. Вăрманта пĕччен юлса йăлтах этем тĕсне çухатĕ. Хăй пĕччен ним тума та юрăхсăр çын вăл. Çуралаççĕ вĕт çавăн пек ухмахсем çут тĕнчене, авланаççĕ тата…

Кĕтери Наçтук патне чупрĕ. Килкартине кĕрсенех, хуçапа тĕл пулчĕ.

— Кин патне килтĕн пуль. Чирлĕрех-ха вăл. Ана халь кансĕрлемесен те пырĕччĕ, — текелесе, Кĕтери çулне пӳлсе тăчĕ Смоляков.

Кĕтери хуçаран хăрамарĕ.

— Сан патна мар! Пăрăн çул çнчен, эсремет. Ывăлна хăвах вĕлертĕн. Ман упăшкана та эсир пĕтертĕр. Халь Наçтук чунне кăларатăр ĕнтĕ, — вырăса куçран пăхса ăшалантарчĕ вăл.

Кирлĕ чухне чăвашла тă чухлать чăлах лавккаçă. Вăл темшĕн хаярланса кайнă çамрăк хĕрарăма çул пачĕ, хăй çавăнтах хытă пăшăрханса ӳкрĕ:

«Санькăсем пирки хыпар илтмен-ши? Ыйтмаллаччĕ иккен… »

Смоляков вара Кĕтери пӳртрен тухасса кĕтсе тăчĕ.

— Тархасшăн кала, Кĕтери, ху мĕн пĕлнине. Мĕн, хыпар пур-им? — йăлăнчĕ вăл, Кĕтери пӳртрен тухсан.

Лешĕ, хирĕç чĕнмесер тухса каяс тесе, ĕнтĕ хапха патнех çитнĕччĕ, çапах та чарăнса тăчĕ.

— Хыпар пĕлме Самлейне кай. Эп хам куçпа курман. Дезертирсене пурне те персе вĕлернĕ, теççĕ çынсем.

«Ма çилленет вăл мана? — тĕлĕнсе тăрса юлчĕ вырăс, çавăнтах тата хăйне лăплантарма тăрăшрĕ: — Суя хыпар пуль. Кинрен ыйтса пĕлес».

Пӳрте кĕрсен, Наçтук пӳлĕмĕ патĕнче чарăнса, итлесе тăчĕ. Унта шăпах. Тен, нимех те пулман пуль-ха.

Ывăлне вăрмана тарма ӳкĕтлемерĕ Смоляков, çавах ун шухăшне пĕлетчĕ. Пĕлетчĕ те шарламастчĕ. Çавăнпа вăл çамрăк хĕрарăмсем умĕнче хăйне айăплă пек туя пуçларĕ. Кинĕ патне кĕме хăрарĕ вăл, арăмне кĕме хушрĕ.

— Темскер çырать, ман çине çаврăнса та пăхмарĕ, — терĕ лешĕ, пӳлĕмрен чĕрне вĕççĕн тухса.

Наçтук пӳлĕмрен тухасса пĕр-ик сехет те кĕтрĕ пулĕ пăшăрханса ӳкнĕ кил хуçи. Ларсан-ларсан, вăл малти пӳлĕмре хуллен йынăшнине илтрĕ. Унтан пӳлĕмри хĕрарăм çĕр çурса çухăрни урама та илтĕнчĕ. Мăнтăр майра пӳрте хыпаланса чупса кĕчĕ.

— Ай, турăçăм! Пирĕн кин вăхăтсăр çăмăлланма пуçланă, — терĕ те вăл, упăшкине тĕртсе кăларса ячĕ…

Агитпроп пулса нумаях ĕçлеймерĕ Трашук укомра. Губкомран хут килчĕ: ăна Самара чĕнеççĕ. Воробьев тата уйрăм çыру та çырнă Трашук патпе: «Октябрь тĕлне каллех шкул уçатпăр. Хĕлле, мĕн тесен те, вăрçă шăпланать е пĕтсех ларĕ. Деникин Орелиа Воронеж таврашĕнче лакса ларчĕ. Хĕрлĕ Çар ăна каялла хĕсе пуçларĕ. Эс вăхăтлăха шкул пуçлăхĕ пулăн. Çын тупăнсан, вара сана каярахпа Мускава вĕренме ярăпăр. Тăван ялпа хуларан пĕ-тĕмпех хăпса кил, каялла часах таврăнаймăн. Ĕçӳсене майлаштарма эрне срок паратăп… Халь сухална, йăлăхтарчĕ пулсан, хырма та пултаратăн. Уссине хăвар. Çынна мăнаçлăрах кăтартать вăл… »

«Тĕлĕнмелле çын çав Иван Васильевич. Ĕç пирки çырнă вăхăтрах шӳт тумалли те тупать», — шухăшларĕ Трашук.

Хăй çапах та учитель сăмахне итлерĕ.

Тук кĕперĕ урлă каçсан, Трашук лавие каялла ячĕ. Çывăхрах масар. Вăл ашшĕ тăприне кĕрсе курма шутларĕ. Çакăнта, пĕр кĕтмен çĕртен, Мăрзабай тĕл пулчĕ; леш пĕччен çĕн тăпра, çĕнĕ хĕрес умĕнче пуçне чиксе тăратчĕ.

«Арăмне пытарнă-ши, мĕскĕн? Епле хуйхăрать? Арăмĕшĕнех Павел Алексеевич çав тери çунасса шухăшламанччĕ эп. Юратмастчĕ вĕт вăл Укахви инкене».

Çапла шухăшласа, Трашук Мăрзабайпа юнашар пырса тăчĕ. Леш йăшăлтатмарĕ. Трашук та вара хуйха путнă çынна сăмах чĕнмерĕ. Вăл хĕрес юпи çинчи çыруллă хăма татăкие асăрхарĕ. «Агафья» çырман-ха унта. «Анаста… » Нумай пулмасть ĕмĕрлĕхех куç хупнă çамрăк хĕрарăм ячĕ йĕкĕт чĕрине çиçĕм çиçнĕ пек пырса çурчĕ. Трашук, аманнă мулкач сассипе:

— Наçтук-и! — тесе йынăшса ячĕ.

Хуйхăпа чунĕ кӳтсе çитиĕ старик хускалса илчĕ, васкамасăр, Трашук енне çаврăнса пăхрĕ.

— Ĕлкĕреймерĕн, ачам! — терĕ вăл, йывăррăн сывласа. — Халь пирĕн килте ăна ют çынсем асăнаççĕ. Эпĕ каймарăм. Кивĕ йăлапа апат çисе, эрех ĕçсе асăнма пулта-раймастăп. Эсĕ те ан кай унта. Хăй вилес умĕн пире иксĕмĕре çеç асăннă вăл. Çыру çырса хăварнă, ярса ĕлкĕреймен… Пуçелĕк айĕнче тупрăм…

Мăрзабай кĕсйинчен хут кăларчĕ те Трашука тыттарчĕ, хăй: «Ăш çунать, хĕрлĕçыр шывне кайса сçем-ха», — тесе, масар урлă таçталла утрĕ.

Трашук пĕччен тăрса юлчĕ.

«Леш тĕнчерен» килнĕ çырăва уçса вулама темшĕн васкамарĕ Трашук. Наçтук тăпра айĕнче выртнине унăн пĕртте ĕненес килмест. Ун куçĕ умĕнчен чĕрĕ Наçтук каймасть… Венчете тăма шурă платье тăхăннă, сăнĕ салхуллă, куçĕ хупă. Куçна уçсамччĕ, Наçтук! Пĕр сăмах та пулин кала, «Трашук мучи» тесе куллуна янăрат. Çук, Наçтукăн тути кулмасть, куçĕ уçăлмасть… Трашука çавăнтах тепĕр Наçтук аса килет — ача чухнехи. Ку кулать, калаçать, анчах куçран пăхмасть. Пуçне аяккалла пăрса: «Тупрăн та, — тет. — Кусене ваттисем вулаççĕ. Юрĕ, эппин, Трашук мучи, вула. Тен, ман атте пек, ăслă пулса кайăн. Тулĕк асту, ухмаха ан ер!»

«Вула та ухмаха ан ер!» Çак сăмахсене ăшра çине-çине каласа, аллинчи çырăва çаплах вуламарĕ Трашук, çул çине тухса, ерипен кĕпер еннелле утрĕ.

Ухмаха ермесен те, аташа пуçларĕ пуль Трашук. Тук кĕперĕ патне çитсен, Лешеккине кайма тухнă çын пек, темшĕн кĕпер çине хăпарчĕ. Кĕпер варрине çитсен тин чарăнса тăчĕ, карлăк çине пырса уртăнчĕ.

Шыв юхать те юхать. Миçе çул, миçе пин çул Тук шывĕ ялан пĕр еннелле — тухăçран анăçалла — юхса выртать-ши? Кунĕн-çĕрĕн, кашни самант юхать шыв. Этемĕн пурнăçĕ те çавăн пек мар-и? Тухăçран анăçалла юхать, кунĕн-çĕрĕн пĕр чарăнмасăр юхать. Юхса кайни каялла таврăнмасть. Ачалăх юхса кайрĕ, çамрăклăх юхса иртет. Шыв пек… Çук çав, этем ĕмĕрне юханшывиа танлаштарма килмест. Юханшыв мĕн чул юхса та иксĕлмест, этем ĕмĕрĕ юхса пĕтет. Наçтук ĕмĕрĕ те сасартăк татăлчĕ ав. Çав ĕмĕр татăлнипе Трашукшăн Тук шывĕ тиисе ларнă пек, ял чунсăр юлнă пек туйăнчĕ…

Кĕпер çинче те вуламарĕ Трашук Наçтук çырăвне, хул урлă çакнă сăран хутаçа чикрĕ.

«Вула та — ухмаха ан ер!»

Çак шухăш Трашука киле çитсе кăшт пусăрăнсан та чарса тăчĕ. Ма çырнă, мĕн тесе çырнă-ши Наçтук хăйĕн çырăвне? Хăçан çырнă? Мăрзабай: «Вилес умĕн», — терĕ. Хăй вилессе ăçтан пĕлнĕ вăл? Хăйне хăй вĕлермен вĕт. Мăрзабай ним те каламарĕ, яла кĕрсен, çынсем каларĕç: вăхăтсăр ача туса вилнĕ, терĕç…

Çапах та уçрĕ Трашук çырăва:

«Трашук, эп сана, тен, кураймăп урăх. Тен, чăнахах кураймăп сана. Çавăнпа çеç çырас терĕм. Эсĕ мана юратнă пĕртен-пĕр çын. Ху юратнине ялтан тухса каяс умĕн тин каларăн. Маларах каланă пулсан, тем пулĕччĕ, пĕлместĕп. Эп хам, тӳрех калам, никама та юратса курманччĕ. Мана ирĕксĕр качча пачĕç тесе калама пултараймастăп, эп хамах ним шухăшламасăр килĕшрĕм. Кайран упăшкана юратма тăрăшрăм… Ман пурнăçăм пуçланичченех çĕмĕрĕлнĕ иккен. Ана нимпе те тӳрлетеймĕн ĕнтĕ. Халь кăна Кĕтери килсе кайрĕ. Пирĕн таркăн упăшкасене персе вĕлернĕ, терĕ вăл. Таркăн арăмĕ пулса пурнассăм та килмест, халех хам çине алă хурăттăм, анчах хампа пĕрле тепĕр чуна пĕтерме пултараймастăп…

Эсĕ сăваплă çын, Трашук. Тав сана, Трашук, мана юратнăшăн. Санран урăх мана çут тĕнчере никам та юратман-тăр. Эп хам юратнисем те мана юратман, ман ĕмĕре пăсрĕç вĕсем, мана качча пачĕç те манчĕç ман çинчен…

Юрĕ, эп сана ун пирки çырасшăн мар-ха. Эс сăваплă çын, Трашук. Самани те сан майлă халь. Чунтан-вартан сунатăп: телейлĕ пул. Кĕтери сана мĕн ачаран юратать. Тен, çавăншăнах эп сан пирки хĕр чухне пĕрре те шухăшламанччĕ, Кĕтери каччи тесе шутлама хăнăхнăччĕ, кайран Кулине каччи тесе кăшт тăрăхланăччĕ. Уншăн каçар. Сана никам та Кĕтери пек юратас çук. Халь хăвăн кăмăлу мĕнле пулсан та, Кĕтерипе телейлĕ пулăн эс. Чĕрепе сисетĕп çавна. Эпĕ те хама юратнă çынпа телейлĕ пулăттăм. Çук, çут тĕнчене йăнăшпа çуралнă эп, йышăнмарĕ вăл мана…

Атте-аннене сана шаннă пек шанмастăп. Манран ача тăлăха юлсан, ан ман, ан пăрах çав тăлăха. Эс çĕнĕ самана çынни, вăл Санька пек мар, сан пек пултăрччĕ.

Кĕтери те сăваплă çын. Эс мана юратнине пĕлсе тăнă вăл. Çапах манран сивĕнмерĕ. Санран пуçне мана Кĕтери çеç юратнă. Иксĕр пĕрлешсен, ман тăпра çине чечек çыххи пырса хурăр. Эпĕ леш тĕнчере те пулин савăнăп вара».

Çырăвне конверт ăшнех чиксе хатĕрленĕ Наçтук, адресне шкул ачи пек кăшт айванрах çырнă, хула ятне кăтартнă хыççăн: «Уездный райком, Петрову Трофиму Михайловичу», тенĕ.

Тем пирки те шухăшлаттаракан çыру пулчĕ-ха ку вăл. Трашукăн хурланчăк кăмăлне пумилккерен таврăннă амăшĕ пӳрте кĕрсенех сисрĕ. Калаçни пулмарĕ вĕсен паян. Трашук е кĕтесрен кĕтесе утса çӳрерĕ, е вырăн çинче куçне хупса выртрĕ. Çывăрасса вара кăнтăрла мар, çĕрле те канăçлăн çывăраймарĕ.

… Кĕтерие юриех курма шутламанччĕ Трашук. Анчах лешĕ хăех мĕн кирлине шутласа хунă пулмалла. Паллакан сасă малтан Трашук амăшне чĕнсе кăларчĕ, каярахпа пӳрте Кĕтери хăй пырса кĕчĕ.

Пĕрне-пĕри каллех тĕлĕнсе палларĕç вĕсем. Трашукăн хальхи сăнĕ те хăратмарĕ Кĕтерие, килĕшрĕ. Тепĕр чух çавах та кулĕччĕ вăл, уссиллĕ йĕкĕте тăрăхласа пĕтерĕччĕ. Халь кулас-ихĕрес кăмăл пулмарĕ Кĕтерин. Çавăнпа ун сăнĕ те çĕнĕлле курăнчĕ Трашук куçне. Алăк хыçĕнче ун сассине илтсен, Трашук ирĕксĕрех халăх сăмахне аса илчĕ.

«Пӳрни пӳрт хыçнех килчĕ-шим?!» — шухăшларĕ вăл.

Кĕтери ихĕрмерĕ паян, Смоляковсене, Мăрзабайсене вăрçрĕ, пĕрмай Наçтук пирки калаçрĕ.

— Наçтук ачине Мăрзабай мучи хăй усрама илчĕ, — терĕ вăл, Трашук ача пирки ыйтсан. — Ун телейне, эп хам кăкăр пăрахтарманччĕ-ха. Тахçанах пăрахтармаллаччĕ, Наçтук та ятлатчĕ. «Эс, мĕн, çиччĕ тултаричченех ĕмĕртесшĕн-им»? тесе тăрăхлатчĕ. Халь ман сĕт ун ачи валли шăпах кирлĕ пулчĕ акă. Наçтук ачине ман патра хăварма аран килĕшрĕ йӳтенĕ Мăрзабай. Ухмаха ере пуçланă сан «ырă хуçу». Эп пулмасан, ачине выçă вĕлеретчĕ вăл. Карчăкĕпе Кулинене шанмасть, хам пăхса ӳстереп, тет.

«Наçтукăн юлашки сăмахне пĕлнĕ пекех хăтланать Кĕтери, — шухăшларĕ Трашук лешĕ калаçнă хушăра. — Акамĕн кăмăлне манран лайăхрах пĕлнĕ çав Наçтук. Ун çырăвне кăтартас мар-ши ăна? Çук, тăхтас-ха. Малтан лайăхрах шухăшласа пăхас. Васкама кирлĕ мар».

Кĕтери çав вăхăтра сăмаха урăх енне пăрчĕ.

— Таркăнсем пирки хыпар эс манран лайăхрах пĕлетĕн пуль, — терĕ вăл. — Зар Ехим таврăнсан та, унпа пурăнмастăп. Таврăнаяс та çук вăл. Хальччен выçă вилнĕ пуль, мĕскĕн, е вăрманта пĕр-пĕр лачакара пĕтнĕ пуль.

— Ун пирки хыпар çук çав, — терĕ Трашук. — Дезертирсене пурне те тенĕ пек тытса пĕтернĕ, хăшне, парăн-маннисене, хире-хирĕç перкелешнĕ чух вĕлернĕ. Тытнисем хушшинче те, вилнисем хушшинче те Ехим пулман. Юлашки хыпарсене пĕлместĕп. Чугунов отрячĕ хулана таврăнманччĕ-ха.

Пăртак сăмах чĕнмесĕр ларчĕç. Кĕтерин вут-хĕмлĕ куçĕсем Трашука çунтарма пăхрĕç, йĕкĕчĕ вут-хĕм айне лекесшĕн пулмарĕ, куçне айккинелле пăрчĕ. Кĕтери тӳсеймерĕ вара, тарăхса:

— Ан хăра, ухмах! Сана урăх пĕр сăмах та калассăм çук. Мĕн калассине тахçанах каланă. Мĕнле килнĕ çапла каях! — терĕ те, пӳртрен чупса тухрĕ. Трашук: «Чим-ха, Кĕтери, çаврăн каялла!» — тесе кăшкăрасшăнччĕ, хăй çавах çăвар уçмарĕ, вырăнтан та хускалмарĕ.

Курăкхăвине çити çуран каяс терĕ Трашук — масар урлă, çӳллĕ кĕпер урлă. Курăкхăвинче чарăнса тăмалла-ха ун, Çимунпа Анука курмалла. Икĕ çыру пĕрле чĕркесе амăшне парса хăварчĕ вăл.

— Кĕтери килсе ман пирки ыйтсан, çак хутсене пар, — терĕ.

— Хăй килмесен, кайса парас-и? — ыйтрĕ амăшĕ.

— Килмесен, ан пар. Хам таврăниччен усра. Трашук Наçтук тăпри патне те çитейменччĕ пуль, Кĕтери Сăпани инкĕшĕ патне чупса та пычĕ:

— Кайрĕ-им?!

— Кайрĕ. Сан валли хут хăварчĕ.

Малтан Кĕтери, йĕре-йĕре, Наçтук çырăвне вуларĕ, унтан Трашук çырăвне тытрĕ.

Каччă питĕ кĕскен çырнă:

«Тĕрĕс, Кĕтери, сăмах урăх кирлĕ мар, вăхăт кирлĕ. Халь пурпĕрех Наçтук тăпри çине кайса хума чечек çук. Çуркунне кайса хурăпăр. Унччен, кăмăлу улшăнмасан — кĕт! Эпĕ те хама хам лайăхрах тĕрĕслем. Саншăн тунсăх-ласан, Хĕрлĕçыр кукрине чечек татма таврăнăп».

— Ухмах! — терĕ Кĕтери пĕлтĕр-виçĕмçулхи пекех, Трашук çырăвне вуласа тухнă хыççăн.

Анчах урăх сасăпа каларĕ, кăкăртан тухакан ăшă сасăпа. Сăпани кӳренмерĕ ывăлне çапла хурланăшăн. Вăл, ним илтмĕш-курмăш пулса, кăмака кукринче мĕшĕлтетрĕ.

Мăрзабай «пуянран тухнă» кун

Эрех-кăмăшка куллен ĕçсе те, пĕчченлĕх хӳми хӳттине пытанса та, самана çил-тăвăлне ирттерсе яраймарĕ Мăрзабай. Юлашкинчен кĕтмен енчен килсе туларĕ ăна самана çилĕ. Вара унăн «шанчăклă» хӳми те ишĕлчĕ-ишĕлчех…

Виçĕ ача пăхса ӳстерчĕ Мăрзабай: пĕр ывăл, икĕ хĕр. Тата шăллĕн ывăлне çитĕнтерчĕ вăл. Тăваттăшĕ те Мăрзабайран тăватă еннелле катăлса ӳкрĕç. Кашни ун чĕрине ыраттарса хăварчĕ.

Çимунпа Назар тĕрлĕ енне ӳкнĕшĕн Мăрзабай ним чухлĕ те айăплă мар. Самани айăплă. Наçтук вилнĕшĕн самани те, хĕрарăм шăпи те айăплă. Анчах Мăрзабай уншăн хăйне хăй ытларах айăплать, Наçтук çырăвĕ асран каймасть: «Эх, аттĕçĕм, атте! Сана эпĕ пуринчен ытла юрататтăмччĕ, хисеплеттĕмччĕ. Санпа аннепе калаçманнине калаçрăм. Илтмерĕн ман сăмаха, ман умра чĕрӳн хапхине питĕртĕн, кĕме пĕчĕк алăк та хăвармарăн. Аçта кайса кĕрес ĕнтĕ ман? Тăван кил, тăван çын çук маншăн ниçта та. Сан сăмахна итлесе, йывăр çын пулса юлтăм. Çуралман ачан ашшĕ усал туса вилнĕ. Епле пурăнас?! Тӳсме хушса, хĕрарăмăн юлашки ирĕкне хупласа лартрăн. «Шыва сик», тени сан юлашки сăмаху пулчĕ… »

Çак тĕле çитет те малаллла вулаймасть Мăрзабай юратнă хĕрĕн çырăвне.

Наçтук сăмахне те, Анук сăмахне те итлемерĕ Мăрзабай. Ял çинчи ырă ята çĕртес мар. тесе, халăх сăмахĕнчен хăраса, качча панă хĕрне каялла йышăнмарĕ.

Мулла Анукĕн пĕлтĕрхи сăмахĕсем аса килеççĕ халь ăна: «Ваттисем каланă та вилсе пĕтнĕ. Çамрăккисен пурнас пулать халь… Ваттисем пирĕн пурнăçа курман. Вĕсен сăмахĕпе кăна пурăнма килмест пире». Ашшĕ пекех ăслă Мулла Хрулкки хĕрĕ. Самана ăсĕпе ăслă вĕсем. Мăрзабай вара ваттисен ăсĕпе çеç, иртнĕ-пĕтнĕ пурнăç ăсĕпе пурăнма тăрăшатчĕ…

Наçтука пытарнă хыççăн ик-виçĕ эрнерен Мăрзабай кăштах тăна кĕнĕ пек пулчĕ. Ана пурнăç йĕркисем те урăхла курăна пуçларĕç. Тĕнче хăяккăн йăванса выртман, тепĕр май çаврăнса тăнă иккен. Çавна унчченех сисе пуçланăччĕ-ха Мăрзабай, анчах тĕнче ăна пуçхĕрлĕ çаврăнса тăнă пек туйăнатчĕ. Тен, вăл ĕлĕк пуçхĕрлĕ пулнă пуль? Мĕн тесен те, саманан йĕркине, тути-масине хăйне май ăнлана пуçларĕ Мăрзабай. «Шурри хуралчĕ, кайри мала тухрĕ», — терĕ. Чăнах та çапла мар-ши?

Турă пурччĕ, халь вăл çук акă. Трашук тарçăччĕ, халь вăл комиссар. Мăрзабай хуçаччĕ, халь вăл хăй тарçа пек: ĕçлет, тырă акса ӳстерет, ăна укçасăрах хулана леçсе парать. Çимун тăванччĕ, халь вăл ют. Мирски Тимук Мăрзабайăн чи шанчăклă тарçиччĕ, халь вăл… Халь вăл мĕн, хуçашăн кам пулса тăнине паян тин курĕ-ха.

Тимук ăс-халне хальччен никам та тĕрĕслесе курман. Мăрзабай, ăна пĕр вăхăтра ял çине кăларса, ун урлă Со-вет ĕçĕсене пĕлсе тăма шухăш тытнăччĕ. Тимук, хуçа ирĕкĕнчен тухса, темскер вăрттăн хăтланчĕ. Çавна курсан, хуçа унран пачах сивĕнчĕ.

Пĕлтĕртенпе Мăрзабай тарçă тытми пулчĕ. Мĕне кирлĕ? Хуçалăхшăн мĕн чул тăрăшсан та, ишĕлсех пырать вăл. Власть тени пуянсене пĕтерсе чухăнсене аталантарасшăн. Мăрзабайсен тивĕçне йышăнмарĕ çĕнĕ власть. Хăтланччăр! Мăрзабай та вăтам хресчен картĕнчен иртмесĕр хăйне кирлĕ таран çех тырă акса пурăнма пултарать. Çав шухăшпа вăл кăçал Хăмăшла таврашĕнче çеç тырă акрĕ. Пурăнма та çемйипех çавăнта куçма шутлать.

Тимука та тек тарçăра тытмĕччĕ Мăрзабай, ăна тӳпе парсах кăларса ярĕччĕ, анчах Укахви килĕшмест. Тимукĕ хăй те ниçта каясшăн мар.

Тимук ăс-халне Мăрзабай пĕлмест çав. Тимукĕ Мăрзабай хуçалăхĕ пирки хуçаран та ытларах çунать-мĕн. Кăмăлпа темле кулакран та кулакрах вăл. Ахальтен мар, Хаяр Макарпа пĕрлешсе, Колчак патне хуçа укçине шы-рама кайрĕ. Тĕрмерен таврăнсан та, Мăрзабай пурлăхĕшĕн хуçаран ытларах тăрăшрĕ Тимук, молотилкăпа çын валли авăн çапса, хуçа акса ӳстернинчен те ытларах тырă пухрĕ. Хуçашăн мар, хăйшĕн тăрăшрĕ Тимук, лара-тăра пĕлмерĕ.

Хуçалăх малашлăхĕ пирки Мăрзабай пек иккĕленмест вăл. Ял пуянне нимле революци те пĕтерес çук. Хресчен хушшинче пĕртанлăх нихçан та пулмасть вăл. Кашнин, калăпăр, пĕр лаша, пĕр ĕне, пĕр теçеттин çĕр пултăр. Лаши те, çĕрĕ те тĕрлĕ пулать. Çынни тесен, вăл тата ăраснарах: пĕри ĕçчен, тепри наян, пĕри ăслă, тепри ай-ван. Пасара кайеан та, кашниех хăйне хăй тĕрлĕрен тыткалать. Пĕри йӳнеçтерет, тепри йӳнеçтерме мар, кĕсъери укçине те çухатса хăварать… Власть пуянсене хĕсни ĕмĕр çапла пулмасть вăл. Вăрçă пĕтсенех, пурнăç хăй картне ларать. Ял пуянĕ çĕнĕрен саркаланать вара.

Мирски Тимука калаçтарсан, çапла сăмахлĕччĕ вăл, Анчах ку тискере калаçтарма пĕлекен çын тĕнчере çуралман-ха. Ун варлă тусĕсем те — Смоляковпа Хаяр Макар — Тимук шухăшне пĕлмеççĕ. Мăрзабай пачах пĕлмест.

Малтан Мирски Тимук Назартан хăраса тăчĕ. Назарĕ çавах та тăрăичĕ. Каярахиа, шуррисем çĕнĕрен çывхара пуçласан, Тимук татах тăхтарĕ. Кивĕ власть таврăнсан, хуçа каллех вăй илĕ те хăйĕн намăссăр тарçине тем туса хурĕ. Хĕрлисем çĕнтерччĕрех ĕнтĕ. Вара, мĕн пулсан та, Совет влаçĕ батрака хӳтĕлетех… Çапларах шухăшласа, çуркуннеччен кĕтес, терĕ Тимук. Çуркунне, юлташĕсемпе пĕрле пăртак йăнăшса, тĕрмене лекрĕ.

Кĕр енне тĕрмерен тухса яла таврăнсан, Тимук хыпалансах ĕçе тытăнчĕ. Шăпах вăхăт çитнĕ. Хуçа хăй килте пурăнмасть. Совет влаçĕ, мĕн тесен те, тепĕр çулталăка пырать-ха. Çулталăк хушшинче тем те тума пулать.

Еçсем юриех тенĕ пек Мирски Тимукăн ĕмĕтсĕр кăмăлне майлă пулса пычĕç. Наçтук сасартăк вилсе кайни те Тимук кĕтнĕ куна çывхартрĕ, ăна юлашки утăм тума пулăшрĕ. Хуйхăпа анранă хуçан ирĕкне пĕр сăмахпах çапса хуçас терĕ Тимук.

Касански кунĕ çитсен, кăвак сатин кĕие тăхăнса, пуçне елей сĕрсе, хуçа чĕнмесĕрех кĕчĕ Тимук шалти пӳлĕме. Кулинепе амăшĕ праçникле тумланма хăрарĕç. Мĕн тесен те, Наçтук вилнĕренпе уйăх та иртмен-ха. Укахви тулти пӳртре ирхи апат хатĕрлеме пуçларĕ, Кулине алăк хăлăпне тытса чĕтресе тăрать. Шалти пӳртре ашшĕ кăшкăрма тытăнсанах, тухса тарать вăл. Укахви тарма шухăшламасть, Кулине телейĕшĕн йӳтенĕ упăшкипе çапăçма та хатĕр. Тен, çавăнпа вăл çатма аврине алăран ямарĕ.

Пĕр вунă минут та иртрĕ ĕнтĕ Тимук шалти пӳлĕме кĕнĕренпе. Кăшкăрашни илтĕнмест. Кулине хăюланса çитрĕ, шалти пӳрт алăкĕ патне пырса итлеме пикенчĕ. Амăшĕ ăна çатма аврипе юнаса хăваласа ячĕ. Кулине ашшĕ кăшкăрасран хăранăччĕ. Халь Укахви шалти пӳртре ним сасă илтĕнменрен хăраса ӳкрĕ. Вăтăр çул хушшинче упăшкине лайăх пĕлекен пулнă ĕнтĕ вăл. Ытла хытă кӳренсе вĕчĕрхенсен, кăшкăрмасть Мăрзабай. Эрне хушши никампа сăмах чĕнмест. Пĕлтĕрхи пек, «пусап!» тесе кăшкăринччĕ, иçмасса.

Мăрзабай кăшкармарĕ. Тата кăшт вăхăт иртсен, алăк уçăлчĕ. Кил хуçи инçе çула кайма хатĕрленнĕ çын пек ăшă тумланнă. Тулти пӳртре никам çине пăхмарĕ, сăмах чĕнмерĕ. Хуçа тула тухсан, хĕрарăмсем, шалти пӳрте кĕрсе, хăйшĕн хăй евчĕ пулнă качча хупăрларĕç:

— Мĕн каларĕ? Ма кăшкăрмарĕ? Аçта кайма хатĕрленчĕ?

— Чимĕр-ха, чимĕр! Сирĕнсĕр те анранă сурăх пек анраса кайрăм, — кăчăртатрĕ Тимук, вырăнтан хускалмасăр.

Укахви вĕтеленсе ӳкрĕ, çенĕке васкарĕ, килкарти енчи алăка кăшт çеç уçса сăна пуçларĕ.

— Мĕн терĕ çапах та? Эс пирĕн хушăмăрта мĕн пулнине пĕтĕмпех каламарăн пуль-ха?! — пăшăрханса тĕпчерĕ Кулине.

Тимук çумĕнчи хĕре çилĕпе тĕртсе ячĕ.

— Ухмах! — кăшкăрчĕ вăл. — Мĕн пулнине мар, мĕн пулманнине те каларăм. Кулине хырăмĕнче манран ача юлчĕ, терĕм. Çапла хăратмасăр сан йӳтенĕ аçупа килĕштереймĕн. «Кулине каччи мар эс, Укахви каччи», терĕ вăл малтан. Эп ача пирки асăнсан, шăлне çыртрĕ вара.

Çенĕкрен таврăннă Укахви Тимукăн юлашки сăмахĕсене илтсе юлчĕ. Никамран вăтанман хура сăнлă хĕрарăм темшĕн хĕремесленсе ӳкрĕ халь.

— Пыр-ха, аçу лаша кӳлет. Аçталла тухса кайнине сăна, — тесе, хĕрне пӳртрен кăларса ячĕ. Унтан, Тимукран та чылай çӳллĕрехскер, пулас кĕрӳшне çухаран лăскарĕ.

— Çырт эс чĕлхӳне, — чашкăрчĕ Укахви. — Калаçман чух упа эс, калаçнă чух — тĕве. Ытлашши калаçсан, çăварна минтерпе хупласа вĕлерĕп.

— Эпĕ мар, эпĕ мар, Укахви. Хăй çапла каларĕ, — çинçе сасăпа анрашрĕ Тимук.

Çав вăхăтра хапха чĕриклетрĕ. Тимук, урама чупса тухса, Мăрзабай ăçталла кайнине курса юлчĕ.

«Пĕчĕк кĕпер урлă мар, пысăкки урлă каçрĕ, Весуккана, Мулла патне, кайрĕ пулмалла», — шухăшларĕ вăл.

— Ача юлнă тесе çеç килĕштерме пулчĕ ăна. Урăх нимпе те килĕшместчĕ вăл, — терĕ Тимук, пӳрте хĕрарăмсем патне таврăнсан.

— Атте килĕшрĕ-и? — хĕпĕртерĕ Кулине.

— Килешрĕ пуль. Тухса каяс умĕн пĕр сăмах çеç каларĕ: «Хăтланăр!», — терĕ.

Мăрзабайăн тепĕр сăмахне хĕрарăмсене каламарĕ Тимук. «Йытăлла хăтланăр!», — тенĕччĕ лешĕ. Тата пĕр-ик сăмах та каларĕ вăл венчетсĕр кĕрӳшне. «Хăмăшлана пырса кĕме ан шутла. Берданка валли кашкăр етри туян-тăм», — терĕ. Кил хуçи хапхаран нихçан таврăнас çукла тухса кайнине Тимук хăй кăна ăнланчĕ. Хĕрарăмсене ун пирки халлĕхе каламасан та юрĕ.

— Хăтланăр, терĕ-и? Мĕн хăтланăпăр ĕнтĕ халь? Сакунеччен венчет туса, туй туса ĕлкĕрĕттĕмĕр, — ырă мар. Пĕр хĕре пытарнă хыççăнах теприне качча парса туй тума юрамасть. Васкамăттăмăр та… тен, Тимук суи чăна тухĕ, — йăвашланнă сасăпа халь тин аптраса кайрĕ Укахви.

— Венчет тумастпăр, туй тумастпар, — терĕ Тимук, Укахвине пӳлсе. — Совет кĕнекинче çырăнса, Кулинепе иксĕмĕр çĕнĕ саккунпа пурăнма пуçлатпăр. Хăçан çырăннине, хăçан ача юлнине никам та пĕлеймĕ.

Çапла вара, Чулçырмара çĕнĕ законпа мăшăрланса пурăнас йăлана Мăрзабай хĕрĕпе ун тарçи пуçласа ячĕç. Тимук хăй турра ĕненмест пулин те, Хĕрлĕ Çар татăклă çĕнтертĕр, Совет влаçĕ ĕмĕрлĕхе пултăр тесе, чĕркуçленсе кĕлтăвакан пулчĕ.

Тем те пулать иккен çут тĕичере. Ырă хĕвел çутипе усал чĕрчун та ырă курасшăн.

Мăрзабай хапхаран, чăнах та, Весуккана каяс шутпа тухнăччĕ. Кĕпер патне çакшухăшпах çитрĕ вăл. Ун кăмăлĕ кĕпер урлă каçсан та улшăнманччĕ. Çул юппине çитсен те, авалхи тусĕ патне каяс шухăша пăрахмарĕ-ха Мăрзабай. Çапах кунта вăл лашине Весукка еннелле мар, урăх еннелле тытрĕ.

«Ара, Ыхраçырмипе Весуккана Курăкхăви урлă та кайма пулать вĕт», — шухăшларĕ вăл.

Ыхраçырминче Мăрзабайăн амăш енĕпе хурăнташ пур. Çул май çавăнта кĕрсе тухма шухăш тытрĕ-ши килĕнчен тухса тарнă Чулçырма нуянĕ? Çук. Сасартăк Çимуна курас килсе кайрĕ ун…

Кивĕ тĕнче ишĕлсе пĕтме пуçларĕ пулин те — Мăрзабай ăшĕнче пурăнатчĕ-ха вăл. Халĕ ак Тимук çу сĕрнĕ пуçне аллипе сăтăркала-сăтăркала мăкăртатнă хушăра ăшри тĕнче сасартăк ишĕлчĕ. Тĕлĕнмелле: Мăрзабайăн нумай тарăхнă чунĕ çапах та çав ишĕлчĕк айне пулмарĕ. Пирвайхи самантра темле тыткăнран хăтăлса ирĕке тухнă пек туйăнчĕ ăна. Каярахпа тин чунĕ ырата пуçларĕ. «Атте пурлăхне ĕмĕр тăршшĕпех çăткăн Тимук валли упраса аталантарма тăрăшрăм-и? Усал çын ирĕксĕрлесе, пусмăрласа тенĕ пек, кĕрӳ пуласшăн. Пуласшăн мар, пулнă!.. Еркĕн кĕрӳ. Укахви çавнапĕлсех тăнă ĕнтĕ. Пĕлни кăна мар, еркĕн евчи пулнă пуль».

Çав вăхăтрах чĕре суранне сиплекен шухăшсем те вăранчĕç:

«Мĕн вара? Кулине халь пĕртен-пĕр хĕрĕм ĕнтĕ. Пурăнччăр. Хам пурпĕрех тырă хам валли çеç акса пурăнас терĕм. Çакăн чул хуралтă, выльăх-чĕрлĕх, машин мĕне кирлĕ мана?..»

Кĕтмен инкекпе ăшĕнче килĕшме пуçланăччĕ Мăрзабай. Çавăнтах ун кăмăлĕ вĕресе, пăтранса кайрĕ. Тимук пуçне çапса çĕмĕрес, Укахвипе Кулинене, çивĕтрен сĕтĕрсе, урама кăларса пăрахас килчĕ…

Унтан каллех лăпланма тăрăшрĕ:

«Çук. Тӳс, Мăрзабай, тӳс. Хĕрне тӳсме вĕрентрĕн, ху та тӳс. Пурăнччăр. Хăтланччăр. Ман хамăн этем тĕсне çухатас марччĕ».

Пурнăçри пысăк тивĕç хапхи хупăнчĕ Мăрзабай умĕнче. Пĕчĕк тивĕç валли пĕчĕк алăк уçăлинччĕ. Икĕ пĕчĕк тĕллев юлчĕ ĕнтĕ уншăн пурнăçра: пĕри вăл — Наçтук ачи, тепри… Çав тепри пирки сасартăк Весуккана кайма шухăш тытрĕ те ĕнтĕ Мăрзабай.

Куракхăвинче Павел Алексеевич, кунта вулăспа район центрĕ туса хунăранпа, пĕрре те пулманччĕ-ха. Яла кĕнĕ çĕрте çул урлă икĕ çӳллĕ юпа тăррипе аршăн сарлакăш хăмач ярăмĕ карнă. «Да здравствует хлебная монополия» тесе çырнă хăмач ярăмĕ çине.

«Тырă, тырă, тырă кирлĕ патшалăха. Кам акса ӳстерĕ-ши тыррине? Тимук ӳстертĕр. Эп малашне, Хрулкка пек, хура хăмла çырли ӳстерĕп», — шухăшларĕ Мăрзабай хăмач ярăмĕ айĕпе иртнĕ чух.

Ял варринелле хăмач ярăмĕсем тăтăшах курăна пуçларĕç. Хĕрлĕ ялавсем вĕлкĕшеççĕ. Мĕн пулнă вара? Мĕн пирки савăнать Куракхăви? Камран та пулин ыйтса пĕлесчĕ. Ыйтмасăрах тавçăрчĕ:

«Касански иртсен, Совет влаçĕн праçникĕ çитет вĕт. Икĕ çул çĕнĕ йĕркепе пурăннине уявлама хатĕрленеççĕ пулĕ».

Поповăн йĕкĕреш хитре çурчĕсем умĕнче халăх хĕвĕшет. Çав тĕлте темшĕн лашине чарса тăчĕ Мăрзабай. Хапха пысăкăш хăма çине чике тăршшĕ саспаллисемпе «Бедность — не порок» тесе çырнă.

«Çапла калас пулать ĕнтĕ сирĕн, — шухăшларĕ Мăрзабай, пьеса ятне лозунг вырăнне йышăнса. — Чахрунсене курасшăн мар эсир… »

— Çĕр çăттăр! Павăл пичче! Аçта каятăн? — илтĕнчĕ сасартăк хĕрарăм сасси.

— Э, мĕн? Аçта каяп-и, ара, ăçта… Хăмăшлана каяп, — аптраса ӳкрĕ Мăрзабай. Хĕрарăм лахлатса кулма тытăнсан тин вăл Мулла Анукне палласа илчĕ.

— Тăр-кăнтăрла, тăман тухмасăрах аташса кайрăн-им, Павăл пичче? Хăмăшлана Куракхăви урлă кам çӳрет! Таллă мăнастирне Кейӳ урлă кайнă пек пулать ку.

— Ара, çул майăн, çул майăн Çимун патне кĕрсе тухас терĕм. Аçу патне каятăп. Унтан тӳрех вара — Хăмăшлана, арман урлă, арман урлă.

Анук сасартăк кулма чарăнчĕ.

«Мĕн пулнă-ши Марзабая? Темĕскер пĕчĕк ача пек сӳпĕлтетет, мĕскĕн. Наçтук вилнĕренпе, чăнах та, аташса калаçакан пулман-ши?»

Çапла шухăшларĕ те Анук тăрантас çине хăпарса ларчĕ.

— Пар-ха тилхепӳне, Павăл пичче. Семен Тимофейчăн хваттерне кайăпăр, эппин.

— Мĕне кура чике тăршшĕ буквăсемпе Чахруна мухтама тытăнтăр эсир? — каллех тĕлĕнтерчĕ Мăрзабай Анука.

«Аташатех ĕнтĕ, мĕскĕн. Больницăна леçсе хăварас мар-ши?» — пăшăрханса ӳкрĕ Анук.

— Мĕн пирки эс, Павел Лексейчă? Эп айван пуçпа ăнланса илеймерĕм. Темĕскер юптарса каларăн пуль-ха, — пĕчĕк ачапа калаçнă пек ачаш сасăпа калаçма тăрăшрĕ Анук.

— Ара, эеир унта нимсĕрех «Çуклăх — сиен мар вăл», — тесе çырса хунă. «Долой пуянлăх, сывă пултăр çуклăх», — тесе çырмаллаччĕ, иçмасса.

Анук пĕтĕмпех ăнланса илчĕ.

«Ним те аташм. ан-ха ку ятлă çын. Аташма мар, пире тăрăхласа хучĕ».

Вара вăл çавăнтах савăнса ӳкрĕ те малтанхи пекех савăккăн çатăлтата пуçларĕ.

— Семен Тимофейчă тарăхса пĕтрĕ пьесăн ятне чăвашла куçарнă чух. Эс, Павăл пичче, пĕр тытăнмасăрах хитре куçарса хутăн. Пăрах хăвăн хуçалăхна, пирĕн çума хутшăн. Сана тĕп тăлмач тăвăпăр е, кăмăлу пулсан, çĕр ĕç комиссарĕ тума пултаратпăр…

Кайран Мăрзабай чăнах та хăйĕн пурлăхне пăрахса кайнине пĕлсен, Мулла Анукĕ вилсе каяс пек лахлатрĕ.

— Микулай патша пек, эсĕ те отречени турăн пулать. Пуянран тухнă пирки манифест çырмаллаччĕ сан. «Эпир, Пĕрремĕш Павăл, пуянран тухатпăр, хамăр вырăна пуяна Пĕрремĕш Тимука лартатпăр», — темеллеччĕ, иçмасса…

Çимун Анукпа пĕрле кулмарĕ. Мучăшпе çĕрĕпех чăлăм куç хупмасăр калаçрĕç вĕсем: Çимуи, Анук райкома пырса систерсенех, хваттерне хашкаса чупса та çитрĕ. Икĕ çул хушшинче паллайми ватăлса кайнă мучăшне курсан, ютшăнса тăраймарĕ Çимун, хăнана хумханса ыталарĕ. Мăрзабайăн кӳтсе çитнĕ чунĕ сасартăк çемçелсе кайрĕ, вăл, тӳсеймесĕр, ĕсĕклесе ячĕ.

Çĕр каçа шакăлтатса калаçнă хушăра çĕнĕ тĕнче йĕркисем халь Мăрзабайшăн та «пуçхĕрлĕ» пек курăнма пăрахрĕç. Çимуна мучăш тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. Ленин çырнисене те чылаях вуланă иккен. Ялхуçалăхĕн малашлăхĕ пирки те нумай шухăшланă. Кунтă вăл коммунăсене тиркет, кулакла хурласа, пуçтахланса мар, тĕплĕн шухăшласа тиркет. Хăмăшлара, Ятрус пек, тĕнчере çук çырла ӳстересшĕн. Хăй пултарнă таран çĕр акса кăтартуллă хуçалăх тăвасшăн, типĕ çанталăкпа вĕри çиле парăнман тулă сорчĕ туса ӳстересшĕн. Çавăн пирки канашласа пăхма каять иккен вăл халь Хрулкка патне.

— Халăха усă кӳрсе пурăнма тăрăшни чуна çунатлантарать. Пурнăçра хăвăн тивĕçне тупсан, тĕнче те илемлĕрех курăнать, — терĕ Çимун.

Мăрзабайшăн çĕнĕ сăмах каламарĕ-ха вăл. Мăрзабай хăй те ĕмĕр тăршшĕпе çапла шухăшланă. Халăха та усă кӳмен мар вăл. Анчах ун уссине хальхи власть ăнланса илеймерĕ çав, ырламарĕ…

— Тен, эс, мучи, халĕ те Совет влаçĕпе çĕнĕ йĕркене йышăнсах каймастăн пуль? — терĕ малалла Çимун. — Ленин çырнисене юратсах вуларăм терĕн-ха эс. Ленин çырнисене, Совет влаçĕн йăли-йĕркине, политикине мĕн чул ытларах пĕлсе, ăнланса пыран, хăвăн тивĕçне те çавăн чул ытларах ăнланакан пулан.

— Нимшĕн те, никамшăн та мар, халь хамшăн çеç канлĕх шыратăп-ха эп, — тавăрчĕ Мăрзабай, тӳрĕ сăмахран пăрăннă пек пулса.

— Хăвăншăннине халăхшăннипе килĕштерме пĕлсен, тивĕçлĕ этем ывăлĕ пулатăн та вара.

«Мана ăнланакан пĕр тăван чун пур иккен-ха тĕнчере», — кăшт канăçланчĕ Мăрзабай. Вăл ир енне тин çывăрса кайрĕ.

Çапах, хресчен йăлипе, Мăрзабай ирхине ирех вăранчĕ. Çутăлнă çĕре вăл, Çимуна вăратмасăрах, лаша кӳлсе хапхаран тухса кайрĕ.

Таçта васканипе мар, урăх сăлтава пула çапла хăтланчĕ Мăрзабай: Çимунпа çĕрĕпе калаçса выртни кун çутипе сĕвĕрĕлсе пĕтесрен шикленчĕ. Тата Хрулккана та хăвăртрах курасси килсе кайрĕ.

Юр çинчи йĕрсем

Кăçал кĕр пĕлтĕрхинчен типĕрех килчĕ. Ват ăшши те, пукрав ăшши те пулчĕ. Хĕл тени вара пĕр каçхине яла шурă акăш пек лăпкăн кăна вĕçсе килсе ларчĕ…

Лешеккинче кашни ир урамра пуринчен малтан Антонина Павловна курăнать. Паян та вăл пӳртрен васкаса тухрĕ. Тухрĕ те — чун киленнипе чарăнса тăчĕ. Пĕтĕм тавралăх шап-шурă… Венчете тăракан хĕр пек шурă тум тăхăннă… Çĕрле вăрттăн тумланнă вăл — çын курман чух, ял çывăрнă чух.

Çӳллĕ кĕлеллĕ, çӳллĕ кунчаллă пушмак тăхăннă учительница малтан юр çине ярса пусма шикленсе тăчĕ. Юрĕ чĕркуççи таран мар-ши? Çук, юр тарăн мар, ура лаппи путмалăх кăна.

Тап-таса шурă юр чуна чечеклĕ улăх пекех савăнтарать иккен. Çамрăк учительница хушлăхпа хĕрача пек чупкаласа та илчĕ, юр чăмакки туса, арçын ача пек персе те пăхрĕ… Çук, халь вăл учительница мар, Антонина Павловна та мар — Тоня вăл, хĕрача…

Çĕркаç ăна Арланов килне çитиех ăсатса хăварчĕ. Ахаль чух кăшт çăмăлттайрах калаçакан йĕкĕт хăйне хăй урăхла тыткаларĕ. Кĕпер çинче сасартăк чарăнса тăчĕ те ытла та кăмăллă сасăпа:

— Тоня, — терĕ, яланхи пек: «Антонина Павловна» темерĕ. — Тоня! Юрату çуркунне килет, теççĕ. Тĕрĕс-и вăл?

— Пĕлместĕп.

Ĕлĕкрех Тоня Арланов сăмах каламассеренех кулатчĕ. Халь кулмарĕ. Пĕр сăмах хирĕç калама та сасси аран тухрĕ ун.

Халь ак тата, те Тоньăна култарас тесе, те ăна хавхалантарасшăн пулса, Арланов, кĕпер урлă каçсан, кĕркунне пирки мухтав юрри пуçласа ячĕ.

— Тĕнчере çуркуннене мухтакансем нумай. Кĕркунне пархатарне пĕр Пушкин çеç лайăх туйма пĕлнĕ. Кĕрхи çанталăка юратнă вăл. Хăйĕн чăн лайăх япалисене кĕркунне çырнă. Пĕр кĕр тăршшĕнче вунă çул çырмаллине çырнă вăл. Кĕркунне! Еçхалăхĕ те лайăх хаклама пĕлет ăна. Кĕркунне савăннă пек нихçан та савăнмасть вăл. Хресченшĕн чи чаплă, чи савăк праçниксĕм кĕркунне пулаççĕ. Халăха чĕртекен, пĕтĕм тĕнчере революци пуçласа яракан кун та кĕркунне çитрĕ. Кăçалхи кĕркунне те халăха савăнăç кӳчĕ: Питĕр таврашĕнче Юденич çарне аркатрăмăр, Деникин çарĕсене каялла хăвала пуçларăмăр, Урал çинчи сĕмсĕр тăшмана та тинĕс енне хĕсме тытăнтăмăр…

Арлановăн çĕркаçхи сăмахне аса илни тĕрлĕ шухăшсем хускатрĕ пирвайхи шурă юр пек таса кăмăллă хĕр пуçĕнче. Мĕн пĕчĕкрен пиччĕшсен çулĕпе утма шухăшланă Тоня. Çапах та, революци пулман пулсан, кĕнеке вуланипех ун куçĕ уçăлса çитместчĕ пуль. Савăнăç çăлкуçне кĕпер леш енче тупма ĕмĕтленменччĕ вăл. Мĕн тесен те, чăваша хисеплеместчĕç ĕнтĕ сухоречкăсем. Ял пуçланса кайнăранпа пĕр вырăс хĕрĕ те чăваша качча кайса курманччĕ. Вырăс каччи чăваш хĕрне илни те пулманччĕ. Халь Оля пĕр иккĕленмесĕр Чулçырмана пурăнмă куçрĕ. Хăйне хăй çавăнта çуралса ӳснĕ пекех тыткалать. Фальшинсем халĕ те чăвашран йĕрĕнеççĕ. Анчах халăх Тук шывĕн икĕ енĕпе те тачăрах пĕтĕçрĕ. Çынсем пĕр-пĕрне «чăваш», «вырăс» тесе ютшăнми пулчĕç: ваттисем пĕрле канашлаççĕ, çамрăккисем пĕрле çуйăхаççĕ. Кĕперĕ те çынсене пĕр-лештерсе тăракан пулчĕ.

Шухăшпа çак тĕле çитсен, Тоня ăшĕнче йăл кулса илчĕ: вĕсене те пĕрлештересшĕн-ха вăл, çав кĕпер. Арланов кашни ир ăна кĕпер çине тухса кĕтсе илекен пулчĕ, кашни каç тата кĕпер урлă ăсатса ярать…

Çапла шухăшласа-ĕмĕтленсе пынă май Тоня Тук патне çывхарчĕ. Юлашки хуралтăсем хыçĕнчен кĕпер курăнсан, ун чĕри тăруках кăрт! сикрĕ: унта, карлăк çине таянса, хура шинеллĕ, хура карттуслă çын тăрать…

Çĕркаç Арланов ăна хăй туйăмĕсем пирки шухăшласа пăхма ыйтнăччĕ. Тоня ним те каламарĕ.

«Тен, каллех çавна пĕлесшĕн пулĕ? Ответне памаллах-шим ĕнтĕ? Çук, сăмахпа ним те каламастăп. Чĕрепе туйтăр, куçран пăхса куртăр», — шухăшларĕ вăл халь.

Тоньăна асăрхасан, Ăрланов тӳрленсе тăчĕ те, çĕрелле пăхса, кĕпер урлă каçа пуçларĕ. Тоня та вар. а ирĕксĕрех çĕрелле тинкерсе иăхрĕ. Такам кунта Тоньăран та маларах килсе тухнă иккен, çемçе шурă юр çине йĕр хăварнă. Иĕрĕ Чулçырманалла ертсе каять. Юнашарах тата лаша йĕрĕ те пур. Иккĕшĕ те кĕпер ку енĕпе сылтăмалла пăрăнаççĕ.

— Чимĕр-ха, Антонина Павловна, çын йĕрне ан таптăр! — кăшкăрчĕ Арланов хăй кĕпер урлă каçса çитичче-нех. — Питĕ интереснă! — терĕ вăл, Тоня патне çывхарсан. — Пăхăр-ха эсир те, çын йĕрĕ тӳрĕ мар, тайкаланчăк. Усĕр çын йĕрĕ…

— Çав ӳсĕр çыншăн сехĕрленсе, мана алă пама та манса кайрăр-и? Аван-и, Евграф Архипович! — тĕксе илчĕ ăна Тоня.

— Каçарăр, Антонина Павловна! — тин хыпăнса ӳксе алă пачĕ Арланов. — Итлĕр-ха малалла, эп каласа пĕтереймерĕм. Усĕр çын е… чирлĕ çын йĕрĕ. Аманнă кайăк йĕрĕ пек. Сакунесем иртнĕ, хĕллехи Микула çитмен-ха. Усĕр пуçпа ялтан яла сĕтĕрĕнме сăлтав çук. Ак, пăхăр-ха. Кунта та çын утти тайкаланчăк пулнă. Кунта вăл чарăнса тăнă. Кĕпер çинче, каллĕ-маллĕ сулăнса, карлăк çине пырса уртăннă. Чылай тăрса, çапла каннă та малалла чипертерех утнă вара. Тата акă лаша йĕрне те асăрхасан…

— Лаша йĕрĕ ӳсĕр мар пуль-ха, — тăрăхлама пăхнăччĕ Тоня, хастарлă йĕрлевçе шансах çитмесĕр.

— Ан кулăр, Антонина Павловна. Юланут йĕрĕ çуран çын йĕрне хирĕç пырать, анчах пăхăр-ха: ниçта та çын йĕрĕ çине кĕрсе каймасть вăл. Çын сулăннă çĕрте лаша йĕрĕ те çав еннелле пăрăнать.

Тоня пурпĕрех Арланов мĕншĕн пăшăрханнине тавçăрса илеймерĕ.

Çав вăхăтра Сухоречкăран тӳрĕ çулпа юланут çывхарчĕ.

— Владимир Наумович, — терĕ Арланов, çыннине палласа. — Темскер пулнах ĕнтĕ…

— Эсир те çав йĕре сăнатăр-и, юлташсем! — терĕ Тимĕркке, лашине çамрăк мăшăр умĕнче чарса. — Кам йĕрне пĕлетĕр-и? Пирĕн ĕлĕкхи председатель киле таврăннă. Çуран. Пĕччен аран йăраланса çитнĕ. Халь тăнсăр выртать, аташса калаçать… Эп, вырăс енче лаша кӳлтерсе, Гревцев ывăлне Весуккана Ятрус патне ятăм. Эс, Евграф Архипович, чуп-ха Микка патне. Тăна кĕрсен, калаçтар ăна. Аташса калаçнине те сăна. Фальшина асăнать. Çавăн пирки мĕн каланине хут çинех çырса ил. Сире кунта тĕл пулни лайăх пулчĕ-ха. Эп малалла кайса йĕрлем. Тен, кашкăр йĕрĕ çине ӳкĕп.

Çамрăксене сăмах чĕнме памасăр, хăвăрт-хăвăрт сăмахларĕ те Тимĕркке анат еннелле кустарчĕ.

Арлановпа Тоня пĕр-пĕрне тин куçран пăхса илчĕç. Кĕркуннепе çуркунне кĕввисем пĕрин куçĕнче те палăрмарĕç халь. Вĕсем вăхăтлăха тĕлĕнтермĕш йĕр айне пулса юлчĕç курăнать.

Мишша-салтак халĕ, яла тепре таврăнмалла пулсан, пиччĕшĕнчен йĕрĕнсе пăрăнмĕччĕ ĕнтĕ. Иăлтах улшăннă Тимĕркке. Халь ăна ял çыннисем те, хисеплесе, «Владимир Наумчă» тесе чĕнеççĕ. «Замана» сăмаха асăнма тата юптарса, шӳт туса, такмакласа калаçас йăлине пачах пăрахмарĕ-ха вăл, çавах ял çинче хăйне петĕмпех урăхла тыткалакан пулчĕ. Еçме пăрахрĕ. Парти ячейки Самана Тимĕрккине Совет ĕçне лартса йăнăш тумарĕ.

Самана сывлăшне Тимĕркке ялта пуринчен малтан туйса илнĕ. Пĕр вăхăтра Тимĕркке халăх ĕçне те хутшăнса пăхнăччĕ. 1917 çулта, Октябрь революцийĕ пуличченех, ăна халăх хресченсен съездне хулана суйласа янăччĕ. Тимĕркке ун чух Самара та çитетчĕ пуль, анчах уесри съездра вăл пăртак чăрсăртарах калаçрĕ. Улпут çĕрĕсем пирки калани пырĕччĕ, вăл тата сасартăк: «Вся власть — Зоветам! Долой министров-гапиталистов!» — тесе кăшкăрчĕ. Эсĕрсем вара ăна кĕпĕрнери съезда яма мар, «тĕрмене лартатпăр», — тесе хăратрĕç.

Çавăн пирки шăпăртланнăччĕ Тимĕркке, ĕçке те ытларах ярăннăччĕ. Пирвайхи «камунсем» ăнланаймарĕç ăна, ютшăнчĕç унран. Тăван пиччĕшĕн ывăлĕ те унран йĕрĕнчĕ. Тайман Сахарĕ, хăй ялта сахал пурăннипе, унпа çывăхрах паллашса ĕлкĕреймерĕ. Ютран килнĕ учитель çеç час ăнланса илчĕ Самана Тимĕрккине.

Вăтам хресченсем хушшинче Тимĕрккен авторитечĕ питех те пысăк пулнă иккен. Вĕсемшĕн мыскараçă пек курăнман вăл. Тимĕркке çĕнĕ влаçран пăрăнса смоляковсемпе çуйăхнă чух ял çыннисем: «Пирĕн Замана самана пирки шарламасть-ха. Вăл Совет влаçне ырласан, эпир те хапăл туса йышăнăттăмăр», — текеленĕ.

Хăй вăл хуçалăх енчен шăпах вăтам хресчен шутне кĕрет ĕнтĕ. Хăйĕн пысăк мар хуçалăхне тирпейлĕ тытса пырать. Кăмăлпа Тимĕркке ырă та тӳрĕ çын. Чухăнсене, тăлăх салтак арăмĕсене сахал мар тырă кивçен паркаланă, анчах, пĕр-пĕр куштан пек, çавăншăн çынна хĕсĕрлемен. Çакна ял çыннисем питĕ лайăх пĕлеççĕ.

Пĕр сăмахпа каласан, Тимĕркке ял пуçĕ пулса тăни вăтамсене те, чухăнсене те питĕ килĕшрĕ. Хаяр Макарсем, ĕлĕкхине аса илсе, ăна ĕçтерсе хăйсене май çавăрма хăтланса пăхрĕç. Тимĕркке вĕсене тăрăхласа та, юнаса та илчĕ:

— Николашка эрехне ĕçтерсен, ĕçеп. Кăмăшка ĕçтерсен, хупса лартап. Кăмăшка вĕретсе тырă çĕртнĕшĕн тата çĕр пат продразверстка хурап сан çине.

Пĕр Мирски Тимук çеç ял пуçлăхне йышăнасшăн пулмарĕ. Тимĕркке ялта çук чух вăл вырăсран пĕр Совет членне ертсе килнĕ те Ĕлĕм-Чĕлĕм кинне, кăмăшка вĕретнĕ чух тытса, хулана ăсатнă, уншăн Мăрзабай тарçине айăплама май çук: кăмăшка вĕретекенсене тытса, Совет влаçне пулăшрĕ пулать вăл. Анчах Тимĕркке Мирски Тимукăн хура ăшчикне тахçанах ăнланса илнĕ. Çавăн пирки вăл ăна пĕррехинче сăрт çинче пĕччен тĕл пулсан, тӳррĕнех каларĕ:

— Эс ял ĕсне тепре хутшăнсан, хăвна тепĕр хут тĕрмене ăсатап. Праски вĕретнĕ кăмăшкине вара Хаяр Макарпа эсĕ ĕçнĕ. Ма Чахрун патне ертсе каймарăн?

Тимук, шурă куçне çавăркаласа, йĕплĕ чĕлхипе питлеме пăхрĕ:

— Сана шеллерĕм. Сан тăвану вăл…

— Урлă вăрман кашкăрĕпе Чӳккукри чакакĕ ун тăванĕсем. Иксĕре те Чӳккукринче йĕрлесе тытап. Анланатăн-и?

— Батракпа чухăна хĕсĕрлеме право çук сан. Эпир Совет влаçĕн тĕрекĕсем, — шăртланма пăхрĕ Тимук.

Тимĕркке Тимука куçран тӳррĕнех тăрăхласа пăхрĕ те сасартăк сехĕрлентерсе пăрахрĕ:

— Ыран Хăмăшлана каятăп. Мăрзабая туя чĕнес-и е туйне унсăрах тăватăр-и?

Çапла каларĕ те хăй çулĕпе малалла утрĕ. Тимĕркке юрă кĕвви шăхăрса ячĕ. Тимук ун хыççăн вĕтĕртетсе чупрĕ.

— Владимир Наумчă, мĕскĕн тăлăх-турата шӳтлĕ сăмахпа та пулин хур ан ту ĕнтĕ. Киревсĕр çын сăмахĕ вăл…

Тимĕркке мĕскĕнленсе ӳкнĕ сасса илтмĕш пулчĕ, тата хытăрах шăхăрса, анаталла ярăнчĕ.

Мирски Тимукĕ мĕн ăмсаннине Самана Тимĕркки тахçанах сиснĕ. Каярахпа çак «тăлăх-турат», Мăрзабайăн пĕтĕм пурлăхне ярса илсе, хуçа пулса тăни ăна питех тĕлĕнтермерĕ.

Тимĕркке халăхшăн ĕçлеме тытăннăранпа ик-виçĕ уйăх иртсен, ял çыннисемшĕн Совет тени Самана Тимĕркки тенине пĕрех пулчĕ. Çав сăлтавпа пĕрисем ăна юратса пăрахрĕç, теприсем хытă курайми пулчĕç. Пуринчен ытла Тимĕрккене Мирски Тимукпа Лешеккинчи Фалынин кураймаççĕ. Фалыпинĕ халь питĕ асăрханса, вăрттăн хăтланакан пулнă.

Çавăнпа, анрашса выртакан Микка Фальшин ятне асăнсанах, Тимĕркке хăлхине тăратрĕ. Ак уççăнах каларĕ-ха аташакан çын: «Хут манра çук, Никон Иванчă. Хутне Тарас усрать. — Хăех персе вĕлерет вăл сана… » Ревком хучĕ халь Тимĕркке кĕсйинче. Çавна Фальшин пĕлмест ĕнтĕ, анчах кам та пулин çав хут паракан ирĕкпе хăйне персе вĕлересрен хăрать иккен.

Ма тата Апраш Варне пĕрмай асăнать Микка? Аташма пуçличчен те: «Апраш Варĕнчен аран çитрĕм», — тенĕ. Çуран киле таврăнакан çынна Фальшин çавăнта тĕл пулса усал туман-ши? Суран тавраш палăрмасть. Ним те ăнланма çук.

Шухăшлама вăрах шухăшлать, ĕçне хăвăрт тăвать Тимĕркке. Микка патĕнчен килне те чупмарĕ, Мулла Анукĕн ула лашине утланчĕ те Микка йĕрне йĕрлеме тухса кайрĕ. Лешеккинче вăл, Весуккана çын ăсатнă май, Фальшин патне кĕрсе те тĕрĕслерĕ. Хăй килте çук. Хулана кай нă теççĕ.

Кĕпер патне таврăнса Арлановсемпе калаçнă хыççăн Тимĕркке часах Апраш Варне çитрĕ. Тахçан-тахçан кунта варĕ пулнă та пуль. Халь ку тĕлте сĕвекрех лупашка кăна. Тĕлĕнмелле! Иĕр Тук çыранĕ айĕнчен тухнă. Çыран патне ертсе килекен йĕр çук. Микка хăех кунта çитнĕ-ши е такам ăна юр çăвиччен çыран айне сĕтĕрсе килсе пăрахнă-ши? Малалла Владимир Наумович следователь пекех шухăшла пуçларĕ:

«Юр хăш вăхăтра, миçе сехетре çума пуçланине пĕлес пулать..»

Куракхăвинче Тимĕркке малтаи вырăс ялĕ тăрăх йĕрлесе çӳрекелерĕ. Чи малтан Çимун патне кĕрсе тухрĕ. Лешĕ Миккана та, Фальшина та курман. Çук, мĕне те пулин тĕрĕслес тесен, ĕçе хĕрарăмран пуçлас пулать…

Мулла Анукĕ Фальшина çĕркаç курман, анчах виçĕмкун вăл Фальшин пĕр чикан сăнлă хура çынпа хулана кайнине асăрханă. Куракхăвинче Сухоречка вырăсĕ хăш килте чарăнса тăнине те пĕлет. Çавăнта та çитсе тĕпчерĕ вара Тимĕркке. Кунта вăл, чăн та, кашкăр йĕрĕ çине ӳкрĕ. Фальшин çĕркаç хуларан пĕр шатра сăнлă пĕчĕк çынна лартса килнĕ. Çынни чирлĕ çын пек курăиман, Вăл пӳрте кĕмесĕрех, тĕттĕмччен килне çитес тесе, çуран тухса кайнă. Фалынин кунта çĕр выртнă. Каçхине лаша утланса, таçта кайса çӳренĕ, хваттере çĕрле таврăннă. Ир енне вăл, юр ларнине курсан, хуçа çунине кӳлсе, таçта тухса кайнă, паян-ыран каялла таврăнап, тенĕ. Вара Тимĕркке, çуна йĕрне йĕрлесе, çӳллĕ кĕпер патне çитрĕ те, каялла таврăнса, Радаев патне кĕчĕ.

Радаев Тимĕркке пекех çивĕч ăслă çын. йĕрлевçе нумай калаçтармарĕ вăл.

— Ĕçне хăвах туса çитерес тетĕн-и е…

— Хамах! — касса татрĕ Тимĕркке, Радаева пӳлсе. — Пулăшу та кирлĕ пулать пуль.

— Юрĕ. Халех çула тухсан, каçчен ăна тытса килме пултаратăр.

Тимĕркке пăртак мĕшĕлтеткелерĕ те, кĕсйинчен хут кăларса, ăна Радаев умне сарса хучĕ.

— Тен, ăна тытма та кирлĕ мар пуль? — ыйтрĕ вăл, куçне хĕссе.

Николай Васильевич малтан ним ăиланмасăр çуркунне хăй алă пуснă хута тĕлĕнсе вуларĕ. Унтан чӳрече кĕленчине чĕтрентерсе ахăрса илчĕ те:

— Çук, Владимир Наумович, халь ревком вăхăчĕ мар, — терĕ. — Çирĕп Совет влаçĕн вăхăчĕ çитрĕ ĕнтĕ. Суд тăвăпăр. Законлă йĕркепе, халăх умĕнче, Федерациллĕ Совет Республики ячĕпе…

Тата çур сехетрен Тимĕрккепе цкĕ милиционер, çӳллĕ кĕпер урлă каçса, çуна йĕрĕпе сулахаялла пăрăнчĕç. Юр сасартăк ӳкнипе лаша кӳлсе çӳрекен çук паян — пурте тин çуна хатĕрлеме тытăннă пуль. Юр урăх çумарĕ. Ирхи йĕр пăсăлман. Вăл виçĕ юланута таçти яла ертсе кайрĕ ĕнтĕ…

Тимĕркке шухăша путрĕ:

«Çавах вĕлернĕ вĕт Çăпата Михалине те. Мăрзабая та Суда чĕнтермелле пулать пуль, Фальшин пирки хăй мĕн пĕлнине каласа патăр. Тата леш чикан сăнлă лаша вăррине те тытасчĕ. Микка тăна кĕмесĕр вилсе кайсан, — Фальшин хăй тунать ĕнтĕ, — свидетельсем кирлĕ пулаççĕ. Эп, айван, ӳсĕр пуçпа Фальшина тĕпчесе те пăхнă теççĕ те, хам астумастăп… Хваттер хуçи хура çын пирки асăнмарĕха тата. Пытарчĕ-ши? Тен, çынни хулара юлнă? Çапах та ку йĕр çав хура çын ялне ертсе каять пуль-ха. Йĕр çухатма çавăнта кайса килес тенĕ ĕнтĕ Фальшин. Эс, усал, Çăпата Михалин ула лашине туртса илсе, хăйне вĕлертĕн. Паян эп сана хăвна ула лашапа йĕрлеме тухрăм. Замана!»

«Заманине» те асăнса илчĕ Тимĕркке. Халь вăл хăйĕн чаплă сăмахне сасăпа калама асăрханать, ăшĕнче çеç асăнса илет.

Сурхурисĕр çĕнĕ çул

Çĕнĕ çула кăçал чулçырмасем çĕнĕлле кĕтсе илчĕç. «Сурхури» вырăнне ял тăрăх «спектакль» сăмах сарăлчĕ.

Спектакль тени малтан Лешеккинче пулчĕ вăл. Çавăнта Арланов ялти пĕтĕм çамрăк-кĕрĕме ертсе кайнăччĕ. Спектакльтен савăккăн шавласа таврăнчĕç йĕкĕтсемпе пикесем. Качака Матви çул тăршшĕпе: «Шире дорогу — Любим Торцов идет!» — тесе кăшкăрчĕ…

Халăха чăвашла спектакль кăтартма ĕмĕтленнĕ «хулари чăвашсем» тинех чăваш ялне те килсе çитрĕç. Лешеккинче вырăсла спектакль кăтартнă хыççăн Мăрзабай Çимунĕпе Мулла Анукĕ ытти артистсемпе пĕрле Куракхăвине таврăнмарĕç, Чулçырмана куçрĕç те çĕнĕ çула чăвашла спектакль хатĕрлеме тытăнчĕç.

«Репетици» сăмаха та юратрĕç чăвашсем. Кашни каç Шкула репетици тунă çĕре ушкăнĕпе çӳрекен пулчĕç.

Репетици вăхăтĕнче Çимун хăех Гордей Торцов та, режиссер та, суфлер та пулчĕ. Арланов халь Митя ятлă ĕнтĕ, Антонина Павловна — Любовь ятлă, унăн амăшĕ — Мулла Анукĕ. Качака Матвине Любим Торцов туса пăхрĕç.

Лешеккинче илтнĕ сăмахсене урамра вырăсла чиперех кăшкăрса çӳрерĕ йĕкĕт, репетици тунă чух вара вĕсене чăвашла та кирлĕ пек калаймарĕ, темшĕн вăтанса ӳкрĕ. Сасси те килĕшмерĕ ун, чăн та, качака сасси пек — çинçешке те пĕчĕк çурăк чан евĕрлĕ чĕтрет.

Самана Тимĕркки хăй Качака Матвине пĕр-пĕр режиссер пекех вĕрентсе пăхрĕ:

— Кăкруна ак çапла каçăрт, сассуна хытар, урмăштар, сулахай аллупа халăха сирме тăрăш, сылтăм аллуна, çӳле çĕклесе, малалла тăсса яр…

Анăçсăр артиста вĕрентнĕ май хăй çапла хăтланса, Тимĕркке куç умĕнчех улшăнчĕ, суфлер сăмахĕсене — те лайăх илтменнипе, те юриех — кăшт улăштарса кăшкăрчĕ:

— Пăрăнăр çул çинчен — Любим Торцов пуян пиччĕш патне хăнана килет!

Халăх, репетици вăхăтĕнче те çапла тумалла пуль тесе, Тимĕркке хăтланкаларăшне алă çупса йышăнчĕ. Мулла Анукĕ ăшне тытса лăхлатрĕ. Çимунпа Арланов савăнса ӳкрĕç.

— Пьесăри сăмахсене пăсмасăр калама вĕренсен, санран лайăх Любим Торцов хулара та тупаймăн, — терĕ Çимун.

Анчах Тимĕркке артист пулма килĕшмерĕ, хăйне хăех тиркерĕ вăл:

— Çук, çын сăмахне пăсмасăр калама пултараймастăп. «Замани» те сиксе тухма пултарать. Тата… тепĕр тесен, Совет влаçне сцена çинче те ĕçке ярăнма юрамасть.

Антонина Павловна Тимĕрккепе килĕшрĕ.

— Эпир спектакле хатĕрленнĕ вăхăтра Владимир Наумович чаршав умĕнче халăха сăмах калатăр, — терĕ.

Вара режиссерсем Качака Матвинех сассине хытарма, кăкăрне каçăртма вĕренте пуçларĕç.

Халăх çĕнĕ çул çитессе вĕтеленсе кĕтет. Вăл хăйне ытлашши кĕттермерĕ кăçал, васкаса килчĕ. Раштав хыççăн эрнерен килекенскер, кăçал раштавччен эрне маларах килсе çитрĕ.

Спектакль курма пынă çынсем шкул çуртне шăнăçаймарĕç.

— Çулла пулсан, урамрах сцена туса пĕтĕм яла спектакль кăтартаттăмăр. Халь мĕн тăвар ĕнтĕ? Куракхăвинче те, Лешеккинче те капла пулмарĕ. Чулçырмара пĕтĕм ял спектакль курма йăтăнасса шутламанччĕ эпир, — савăнчĕ те, пăшăрханчĕ те Çимун.

Анчах тултисем алăк çĕмĕреççĕ-ха. Вара Тимĕркке, шкултан тухса, тултисене ӳкĕтлеме пикенчĕ.

— Лăпланар, юлташсем. Спектакль курма килнĕшĕн тав сире… Эсир те курмасăр юлмăр. Ыран сирĕншĕнех тепĕр хут кăтартăпăр, паян курнисене урăх кĕртмĕпĕр…

— Суймастăн-и, Тимĕр пичче?

— Совет влаçĕ нихçан та суймасть!

Малтан Çимун шăналăк умне тухса сăмах каларĕ: çĕнĕ çулпа çĕн календарь, çĕнĕ стиль пирки ăнлантарса пачĕ. Çĕнĕ çул васкаса килнĕшĕн никам та кӳренмерĕ, алă çупсах йышăнчĕç ăна.

Мăрзабай Çимунĕ шăналăк хыçне чăмсан, мала Самана Тимĕркки тухса калаçрĕ. Ана Мулла Анукĕ пĕр çур сехетрен кая мар, «артистсем сухал çыпăçтарса, пит-куç хуратса-шуратса хатĕрленсе çитиччепех» калаçма хушрĕ.

— Вăхăт çитсен, систерĕп, — терĕ.

— Юлташсем! Совет влаçĕ Чулçырмара та, пĕтĕм Самар кĕпĕрнинче те, пĕтĕм Раççей çĕршывĕнче те ĕмĕрлĕхе çирĕпленчĕ…

Малалла Тимĕркке фронтри çĕнтерӳсем пирки тата фронта ăшă тумтир пухса ăсатасси пирки каларĕ. Анчах ĕмĕр власть умĕнче çăвар уçма хăраса пурăннă халăх халь сăмах чĕнмесĕр лармарĕ.

— Юрĕ-ха, Тимĕр пичче, кун пирки эс пирĕнпе кулленех калаçатăн. Халь пире ху Фальшина мĕнле йĕрлесе тытни çинчен каласа пар-ха. Суд пулнă-и, пулман-и?

— Ма çав тăшмана персе вĕлермеççĕ?

— Çăпата Михалине вăлах вĕлернĕ, теççĕ вĕт.

— Шатра Миккана та вăл çапса антарнă та çыран айне пăрахнă, теççĕ. Чăнах-и?

Çапла шавлакаласа, халăх Тимĕрккене паянхи ялти ĕçсем пирки те калаçтарчĕ. Лешĕ чаплă оратор пекех хĕрсе кайрĕ.

— Шатра Микка тетĕр-и? Кам вăл Шатра Микка? Пĕлместĕп! Курман, илтмен! Никифор Иванчă Романов пур пирĕн, герой! Елĕк вăл юмах ярса йăпататчĕ сире. Халĕ вăл хамăр пурнăçа юмахри пек тăвасшăн икĕ хутчен хăй ирĕкĕпе çапăçма кайрĕ, ялта та, кунти тăшмансемпе кĕрешсе, виçĕ хутчен вилĕме куçран пăхрĕ. Карательсем хăйне чĕр юн туса хĕненĕ чух та Совет влаçне мухтама чарăнмарĕ… Шатра Микка тесе хурласа каламастăр та-ха, çапах та Шатра Микка мар, Хитре Микка вăл пирĕншĕн. Кашнийĕнех çавăн пек пулма тăрăшас пулать… Фальшин пирки пĕлес тетĕр пулсан, фалынинсен шалчи тулчĕ ĕнтĕ. Суд тума Никифор Иванчă сываласса çеç кĕтеççĕ…

— Хаяр Макара ма хупнă тата? Вăл çын вĕлермен пуль-ха?

— Фальшинсен шалчи тулчĕ, темерĕм-и сире! Фальшинсем, хаярсем — пĕр киреметрен тухнă усалсем. Пĕр вĕренпе çыхăннă вĕсем, пĕр хут çине çырнă ячĕсене…

Хĕрсе кайнă Тимĕрккене Анук темиçе хут та, чаршав хыçĕнчен алă тăсса, сăхман аркинчен турткаларĕ. Лешĕ çаплах сисмест. Чаршав уçăлнине тăруках чухламарĕ вăл, халăх кулса алă çупма тытăнсан тин шăналăк хыçне пытанчĕ.

Тимĕркке спектакль пĕтиччен кĕтсе тăмарĕ, хăйĕн çĕнĕ тусне çĕнĕ çул каç ячĕпе кайса саламлас терĕ.

Микка сывала пуçланă пек, паян аташмасăр калаçрĕ. Тимĕркке калаçтарма васкамарĕ ăна. Каçхине шкула каяс умĕн, Паçука шанмасăр, чирлĕ çын патне хăйĕн карчăкне кайса ларма хушрĕ.

— Çын пырса кĕрсен, Миккапа ан калаçтар, çирĕпленсе çиттĕр кăшт, — терĕ вăл.

… Чăвашсен тухтăрĕ Мулла Хрулкка Чулçырмана Тимĕркке «кашкăр йĕрлесе» таврăничченех пырса çитрĕ. Вăл вĕриленсе аташса выртакан çынна çĕр урайлă пĕчĕк тăм пӳртре хăварасшăн пулмарĕ. Алăка уçсанах, унта сивĕ сывлăш пур кĕтесе пырса çапать. Ятрус тухтăр хушнипе, Миккана Анук пӳртне, Арланов патне, куçарчĕç, шалти пӳлĕмри учитель вырăнĕ çине вырттарчĕç.

Чулçырмара эрне пурăнса кайрĕ Ятрус Хрулкки.

— Такам ĕнсерен йывăр япалапа танклаттарнă ăна, вара, вилнĕ тесе, пăрахса хăварнă. Нумай вăхăт иртсен, уçă сывлăш тăна кĕртнĕ Миккана. Анчах вăл, çĕр çинче, юр айĕнче темиçе сехет выртса, ӳпкине шăнтнă. Чĕри парăнмасан, сывалма пултарать, — терĕ вăл каяс умĕн, эмел парса хăварчĕ, кирлĕ пулсан, хăйне татах чĕнтерме хушрĕ.

Ятрус Хрулкки, вăл мĕн чул ăста тухтăр пулсан та, суда хут çырса ĕнентерме пултараймасть. Çавăнпа Микка чирне Куракхăвинчен врач илсе килсе тĕрĕслеттерчĕç. Вĕреннĕ тухтăр та Ятруспа килĕшрĕ, кирлĕ хут çырса пачĕ.

«Замана! — шухăшларĕ Тимĕркке шкултан Микка патне васкаса утнă май. — Чахрун Мишши çывăх тăван маншăн. Анчах ăна кам та пулин ĕнсерен танклаттарнă пулсан, çапла вĕчĕрхенмĕттĕм. Микка ют çын маншăн, çапах темле тăванран та хаклă. Пурнăçра пĕр çулпа утакан çынсем — пĕр-пĕрне тăванран та тăван иккен. Ахальтен мар пĕрне-пĕри «юлташ» тесе чĕнетпĕр. Ку Ленинăн юратнă сăмахĕ, теççĕ. Уншăн Шатра Микка та, Самана Тимĕркки те çывăх тăван пекех — юлташ.

… Пӳрт алăкне уçсан, Тимĕркке тĕлĕнсе хытса кайрĕ: шалти пӳрт алăкĕ яр-уçă, пӳрт тулли вĕт-шакăр ача. Тултан кĕнĕ çын еннелле никам та çаврăнса пăхмарĕ, пурте шăпăрт кăна çăвар карса лараççĕ. Пĕр çын сасси çеç илтĕнет. Микка хăй вырăнĕ çинче юмах ярса ларать иккен.

Тимĕркке шалти пӳрте кĕмерĕ, тулти пӳртре Паçукпа юнашар пырса ларчĕ, йĕри-тавра пăхкаларĕ: Мархва курăнмасть. Чăмăрне çĕклесе Паçука юнарĕ вăл. Лешĕ, Тимĕркке умĕнче хăйне тӳрре кăларас тесе, хăлхаран пăшăлтатрĕ:

— Иксĕмĕр те ним тăваймарăмăр. Çĕнĕ çӳл çитнине пĕлсен, ашшĕ ывăл ачана курасшăн пулчĕ, вара Ваççана кӳршĕсем тăрăх чуптарчĕ, юлташĕсене пухма хушрĕ, юмах ярса парап терĕ. Мархва инке санран хăраса тухса шурĕ…

Тимĕркке алă сулчĕ те хăй те ачасемпе пĕрле юмах итле пуçларĕ.

«Ахалех пăшăрханатăп. Самайланать ĕнтĕ çынни. Хăвăртрах сывалтăрччĕ», — шухăшларĕ вăл.

Юмах сăмахĕсем кĕçех мĕнпур шухăша пуçран хĕссе кăларчĕç. Юмах пуçламăшне илтейменшĕн ӳкĕнчĕ Тимĕркке, мĕн илтнине вара ĕмĕрлĕхе астуса юлчĕ.

— «… Çук, вилмен ун чух Чапай-паттăр Урал шывĕнче, — тарăн юханшыв пек лăпкă юхать Миккан хулăн сасси. — Тăшман пулисем пăт та пат! шăт та шат! ун пуçĕ тавра шыва тăрăннă. Чапай малаллах ишнĕ. Сулахай енчен командирпа юнашар чăваш ачи, сылтăм енчен вырăс ачи ишнĕ, иккĕшĕ ик енчен Чапай пуçне алăпа хупласа хӳтĕленĕ. Урал шывĕн варрине çитсен, пĕр пуля чăваш ачин аллине, тепри вырăс ачин аллине кĕрсе ларнă. Вара чăваш ачи сылтăм енне, вырăс ачи сулахай енне куçнă та суранланман аллисемпе каллех командир пуçне хӳтĕленĕ. Пăрлă çумăр пек ӳкнĕ пульăсем. Урал шывĕн леш хĕррине çитме çуррин çурри юлсан, пĕр пуля чăваш ачин пуçне пырса тивнĕ, тепри вырăс ачин пуçне шăтарнă. Чапай-паттăр вара пĕчченех тăрса юлнă. Усал тăшмана улталанă вăл, кăвакал пек, шыва шаларах чăмнă та ун куçĕнчен çухалнă.

Çавна курсан, хасарсен енералĕ мухтанма тытăннă: «Эп Чапая пĕтертĕм, ăна Урал шывĕнче путартăм», — тенĕ.

Çук, вилмен Чапай-паттăр, вăл шыва шаларах чăмнă та Урал шывĕн тепĕр хĕрринчи хăмăш хушшине пырса тухнă. Çавăнта вăл, шывра пытанса, хăмăш витĕр сывласа, каçчен ларнă. Каç пулсан, Чапай-паттăр шывран тухнă та варман еннелле утнă, чупа-чупа ăшăннă, йĕпе кĕпе-йĕмне типĕтнĕ.

Çĕрĕпе вăрман урлă хĕвелтухăç еннелле утнă. Чапай-паттăр. Хĕвел тухнă çĕре, вăрмантан тухса, çеçенхир варрине çитнĕ. Çавăнта ăна шур сухаллă çĕр çулхи Кăркăс мучи хирĕç пулнă.

— Саламалик, Чапай-паттăр, Хĕрлĕ Çарăн мухтавлă командирĕ, — тенĕ Кăркăс мучи. — Тав сана байсемпе паттăр çапăçнăшăн, Ленин сăмахне итлесе, чухăн кăркăс халăхне те, вырăс халăхĕпе пĕрлештерсе, телейлĕ тума тăрăшнăшăн. Çĕр каçа вăрман урлă утса ывăнтăн пуль. Ларса кан, Чапай-паттăр, кăмăс ĕçсе вăй ил, — тенĕ.

— Ĕлĕкхинчен те вăйлăрах ĕнтĕ эпĕ халь. Эх, кĕмĕл хĕçĕм çук, — тенĕ Чапай-паттăр, кăмăс ĕçсе вăй илсен.

— Хăвăн сăмахна кайран калăн, Чапай-паттăр, халь ман сăмаха итле, — тенĕ шур сухаллă Кăркăс мучи. — Эсĕ шывран тухса хăтăлнине пĕр усал çын курнă, çав усал çын хасарсен енералне кайса систернĕ. Пин те пĕр юланут, кунĕн-çĕрĕн кустарса, пĕтĕм тавралăха тустарса шыраççĕ сана халĕ.

Çапла каланă та шур сухаллă Кăркăс мучи çул çине тăсăлса выртнă, çĕр сассине тăнланă.

— Инçе мар вĕсем, сăн усал тăшманусем, — тенĕ Кăркăс мучи, ура çине тăрсан. — Кĕç-вĕç вăрмантан килсе тухĕç. Хытă чупаççĕ хасарĕсен учĕсем, анчах кăркăс халăхĕн çилçунатлă урхамахне хăваласа çитеймĕç. Санăн пулĕ çав урхамах, анчах çавăншăн эс çын куçне курăнмасăр пурăнма килĕш. Ăçта вĕçтерсе кайĕ сана урхамах, çавăнта пурăн. Хĕрлĕ Çара питĕ йывăр килнĕ чух çеç эс урхамах утланса тăшман умне пырса тухăн, ăна хăваласа аркатса тăкăн. Паян-ыран çеç мар, ĕçхалăхне кирек хăçан тăшман килсе хупăрласан та, эс çаплах çилçунатлă урхамахпа Хĕрлĕ Çара тăшмана аркатма пулăшăн. Килĕшетни çаплах хăтăлма, Чапай-паттăр? Иыхрас-и çилçунатлă урхамаха? — тесе ыйтнă юлашкинчен шур сухал-лă Кăркăс мучи.

— Хисеплĕ шур сухаллă Кăркăс мучи, — тенĕ вара Чапай-паттăр. — Эп вилĕмрен хăрамастăп. Хасарсенчен нихçан та тарманччĕ, халĕ те тармăттăм. Кĕмĕл хĕçĕм пулсан, эп пĕччен те парăнмăттăм усал тăшмана. Анчах кĕмĕл хĕçе эпĕ хамăн юлташа Иван-паттăра парнелерĕм. Юрĕ, эппин, шур сухаллă Кăркăс мучи! Çав Иван-паттăр ман вырăна дивизи командирĕ пултăр. Халăх телейĕшĕн эпĕ юлташсен куçне курăнмасăр пурăнма килĕшеп. Чĕн, эппин, урхамахна.

Çав вăхăтра пин те пĕр юланут, Чапай-паттăра йĕрлесе, вăрман хĕррине килсе тухнă. Шур сухаллă Кăркăс мучи çут тĕнчене çурса шăхăрса янă вара. Çав самантрах кăркăс халăхĕн чи пысăк кĕтĕвĕнчи çилçунатлă урхамах Чапай-паттăр умне килсе тăнă. Хăй юр пек шурă, çамки çинче — хĕрлĕ çăлтăр пек хĕрлĕ пăнчă.

Чапай-паттăр шур сухаллă Кăркăс мучие ыталаса чуптунă та, кăшт хурланса, çапла каланă:

— Эх, тăванăм, шур сухаллă Кăркăс мучи! Тавтапуç сана çилçунатлă урхамахшăн. Анчах хамăн кĕмĕл хĕçĕмсĕр, хурçă пăшалăмсăр тăшмана епле хăваласа аркатăп-ши? Хĕçпăшалсăр урхамахпа тарса хăтăлма çеç пулать. Нухайккапа тăшман пуçне касаймăн, пӳрнепе шаклаттарса вĕлереймĕн ăна.

— Ан кулян, Чапай-паттăр, — тенĕ шур сухаллă Кăркăс мучи, — Шурă урхамах сана катари кăркăс çĕршывĕнчи шурă ту айккине илсе кайĕ. Çавăнта эс пĕрре сулса пин тăшман пуçне касакан кĕмĕл хĕç тупăн, пĕрре персе пин тăшмана вĕлерекен хурçă пăшал тупăн. Ан ман тульккă ман сăмаха: тăван çĕршыва йывăр килсен, тăшман ăна тапăнсан, ĕççыннисем сан ятна асăнĕç.

Чапай-паттăр урăх пĕр сăмах та чĕнмен, шурă урхамах çине сиксе ларнă та хĕвелтухăç еннелле вĕçтернĕ. Шурă çавраçил пек çеç курăнса юлнă вăл Кăркăс мучи патне çывăхаракан тăшмансене…

Çавăнтанпах Хĕрлĕ Çара йывăр килнĕ чух Чапай-патăр ятне асăнаççĕ хĕрлĕ салтаксем. Çав самантрах шурă çавраçил килсе тухать. Çивĕч куçлăраххисем çеç кураççĕ: çавраçил мар вăл, Чапай-паттăр çилçунатлă урхамахпа кустарса хăвалать тăшмансене. Хĕле кĕрсен, тăтăшах тăман тухкаларĕ, Хĕрлĕ Çар тăшмана тинĕс патне хăваласа çитерчĕ, çитмĕл те çичĕ пин хасар плена илчĕ, ыттисене пурне те тинĕсе сирпĕтсе путарчĕ.

Эпĕ хам та пĕр çил-тăвăллă çаиăçура пултăм, хĕрлĕ çăлтăрлă çилçунатлă шурă урхамаха куртăм, юланутçине те палларăм: Чапай-паттăр пулчĕ вăл. Кĕмĕл хĕçпе тăшмансене касса вакларĕ, хурçă пăшалпа персе çунтарчĕ вĕсене. Тулькĕш калаçаймарăм эпĕ Чапай-паттăрпа. Тăшмана аркатса тăксанах, çилçунатлă урхамах, шурă çавраçил пулса, куçран çухалчĕ… »

Юмах пĕтсен те ачасем темиçе минут шăпăрт ларчĕç. Микка пичче тата юмах ярасса кĕтрĕç пуль. Çук, юмахçă урăх юмах ямарĕ, ларнă çĕртех сасартăк йăванса кайрĕ. Вара Тимĕркке мучи шалти пӳрте чупса кĕчĕ те ачасене пурне те пӳртрен хăваласа кăларчĕ.

Ирхине Тимĕркке, пар лаша умлă-хыçлă кӳлсе, Весуккана çын ячĕ. Елкĕреймерĕ Ятрус Хрулкки. Вăл Чулçырмана çитиччен Шатра Микка тепре тăна кĕмесĕрех вилсе кайрĕ…

Клубри çынсем пирвайхи спектакле, Анук пӳртĕнчи ачасем Шатра Миккан юлашки юмахне ĕмĕрлĕхе астуса юлчĕç.

Пин те тăхăрçĕр çирĕммĕш çул Чулçырмара çапла пуçланчĕ.

Кĕпер юписем

Çук çав, арçын пулса çитейменччĕ-ха ун чух Тарас. Илюша умĕнче макăрмарĕ вăл, Антонина Павловна патĕнче те макăрмарĕ, унпа пĕрле кĕпер урлă та чиперех каçрĕ. Инкĕшне курсан, куççульне тытса чараймарĕ вара…

Тараса калаçтармарĕç. Ана шалти пӳртри хăйĕн вырăнĕ çине вырттарчĕç те пĕчĕк ачана йăпатнă пек йăпатма тăрăшрĕç. Куççуль витĕр инкĕшĕн сăнне путлĕ кураймарĕ те вăл. Темшĕн пурте тулти пӳрте тухрĕç. Антонина Павловна пĕчченех Тарас умĕнче ларчĕ, унпа пĕр шухăшлă пулнă çын пек пăшăлтатса, пуçран вĕçĕмсĕр ачашларĕ.

— Ан макăр, ан макăр, Тарас, — терĕ вăл. — Ольăна ним те каламăпăр эпир. Хут илмен вăл… Дезертирсенчен хăраса киле чупнă Тарас, терĕм эпĕ, пĕчĕк кĕпер урлă каçнă чух урине ыраттарчĕ, терĕм. Эс татах макăрсан, Оля сисет вара. Ан макăр, Тарас, арçын пул. Эс çĕр çывăрмасăр ĕшенсе çитнĕ. Çывăр кăшт, лăплан. Кайран та ан макăр. Эс: «Арçын тгулап, — терĕн вĕт, — пичче вырăнне шуррисемпе çапăçма каяп», — терĕн. Кайăн, сана хамăрах ăсатса ярăпăр. Эс партие çырăнап терĕн. Партие çырăнма сан çул çитмен-ха. Çамрăксен хăйсен парти пур, Союз теççĕ ăна. Коммунистла Союз теççĕ, комсомол теççĕ. Эс ялта пуринчен малтан çав Союза çырăнăн, ячейка секретарĕ пулăн. Унта çырăнма та пăртак çул çитмен-ха сан. Юрĕ-çке, ун пирки никама та каламăпăр. Кĕлеткепе те, ăстăнпа та йĕкĕт пек курăнатăн эсĕ.

Чулçырма шывĕ пек шăнкăртатса юхать учительница сасси. Пуринчен хитре вăл, Антонина Павловна… Ячĕ те хитре ун, сасси те хитре…

«Иăпатать вăл мана, улталать. Хĕрлĕ Çара хамăрах ăсатăпăр тет, çавăнтах ячейка секретарĕ пулăн тет… Улталаççĕ вĕсем мана, йăпатаççĕ… Атте госпитальте выртать, пичче вăрманта… ».

Лăпланнă май Тарас шухăшĕ пăтрăна пуçларĕ. Чуна кантаракан лăпкă сасă илтĕнми пулчĕ. Антонина Павловна, тулти пӳрте тухса: «Çывăрса кайрĕ, мĕскĕн. Пуçĕ вĕриленнĕ хăйĕн. Чирлесе ан ӳктĕрччĕ», — тенине илтмерĕ Тарас.

Ун чух чирлемерĕ вăл. Анчах пĕр талăк çывăрса тăнă хыççăн ăна амăшĕ те, инкĕше те паллаймарĕç. Çывăрнă вăхăтра вăл ача сăнне ĕмĕрлĕхе çухатнă тейĕн. Никампа калаçми пулчĕ. Ниçталла пăхмасăр, никама курмасăр, шухăша кайса ларать.

Икĕ хуйхă пуçа илсе, виççĕмĕшне манма тăрăшрĕ Оля. Пĕр хуйхи вăл — Тарас. Тепĕр хуйхи… хуйхă та мар-ха вăл, кĕтнĕ савăнăç. Савăнăçне те чипер кĕтсе илмелле çав. Куллен Урлăвăрмана çити çуран çӳрерĕ Оля. Тараса та хăйпе çӳретсе йăпатма тăрăшрĕ.

Якалĕнчен таврăннăранпа эрне иртсен те, уйăх иртсен те уçăлмарĕ Тарас кăмăлĕ. Пиччĕш ятне вăл пĕрре те асăнмарĕ. Ма-ха Оля хăй те асăнмасть? «Инке манран маларах хыпар пĕлмен-ши?..» — тесе шухăшлать вара Тарас.

Оля кăна мар, Евграф Архипович та, Антонина Павловна та, ялан ачашшăн калаçса, ăна йăпатма тăрăшрĕç. Пĕри те нихçан та пиччĕшне асăнмарĕ.

Лешеккинче праçник вăхăтĕнче Тарас пуринчен малтан комсомрла çырăнчĕ. Ана, чăнах та, ячейка секретарĕ турĕç…

Чĕрене касакан хуйхă майĕпе сĕвĕрĕле пуçларĕ. Халăх çинче пулса, халăхшăн усăллă ĕç туни хуйхăпа кӳтсе çитнĕ чуна та канăç парать иккен. Хăй валли те, комсомолецсем валли те ĕç хыççăн ĕç тупрĕ Тарас. Ял тăрăх Хĕрлĕ Çар валли ăшă тумтир пухса çӳрерĕç вĕсем; субботник туса, хĕрлĕ салтак арăмĕсене вутă касма, хуçалăха тир-пейлеме, утă турттарма пулăшрĕç. Кĕçех тата репетицисем пуçланчĕç.

Пирвайхи спектакль пулнă каç Тарас сасартăк йывăр чирлесе ӳкрĕ.

… Тарас пуçĕ çинче çаврăнакан арман чулĕ çĕре ӳксе çĕмĕрĕлчĕ, кĕленче пек чăнкăртатса саланчĕ. Тарас, çав чул çĕнĕрен пуçа килсе пусасран хăраса, ерипен куçне уçрĕ. Арманта мар, килтех выртать иккен вăл — тулти пӳртре, кравать çинче. Ененмерĕ Тарас, каллех куçне хупрĕ.

Пӳрчĕ те, кравачĕ те, кун çути те, — пĕтĕмпех суя вĕсем. Суя тĕнчере пурăнса йăлăхтарчĕ ĕнтĕ. Ним йĕркелĕх çук çав вĕри те суя тĕнчере: этем пуçĕ çинче арман авăртать, чул кĕленче пек ванса саланать, атте чӳречерен вĕçсе кĕрет те алăкран чупса тухать, Рамаш пĕлĕт çӳллĕш юпа çине чупса хăпарать…

«Аташнă ĕнтĕ эп, вĕри чирпе аташнă, — йĕркеллĕ шухăшсем хускалчĕç сасартăк çăмăлланса кайнă пуçра — Халь аташмастăп-ши? Ма вара тулти пӳртре выртнă пек туйăнать? Кунта кравать те çукчĕ вĕт».

Хăйне хăй тĕрĕслес шухăшпа куçне уçас тенĕччĕ Тарас, çав вăхăтра каллех кĕленче чăнкăртатрĕ.

«Çук, кĕленче мар вăл, Оля сасси. Оля çапла кулатчĕ ĕлĕк. Елĕк? Хăçан пулнă вăл «ĕлĕк»? Тахçаи-тахçан, атте килте чух, Рамаш çыру çырнă чух. Мĕн чул вăхăт иртнĕ-ши çавăнтанпа? Эп чирличченех виç-тăватă уйăх иртнине астăватăп. Çĕнĕ стильпе çĕнĕ çул каç çитнине астăватăп. Спектакль пулчĕ, мана, суфлер туса, тĕпсакайне кĕртсе лартрĕç. Çавăнтан тухнине астумастăп. Микка пичче вилнĕ терĕç. Хрулкка мучи çамкана хыпашларĕ, ал тупанне тытса ларчĕ… Те чăн çапла пулнăччĕ, те тĕлĕкре курнă. Халь аташмастăп ĕнтĕ. Аташмастăп-и?! Ма вара Оля кулнă пек илтĕнчĕ… Ак каллех кулса калаçать. Анчах мĕн калаçать-ха вăл!

— Пăх-ха, пăх-ха, анне! Рамаш кулать…

— Тĕлĕкре кулать вăл. Малтан тĕлĕкре кулать чĕрĕ чун. Ав епле сылтăм аллине пуç айне чиксе выртнă. Этем ывăлĕ ĕнтĕ, мĕн тăвассу пур.

— Каллех кулать!

— Ан кăшкăр Уля, Рамаша вăхăтсăр вăратан. Тарас та лăпкăн çывăрса кайнăччĕ, мĕскĕн…

Шалти пӳртре инкĕшĕпе амăшĕ калаçнине хăйне хăй ĕненмесĕр итлесе, аптраса выртрĕ Тарас. «Эп аташмастăп пулсан, вĕсем аташаççĕ-им вара? Ма «Рамаш, Рамаш» теççĕ. «Ененместĕп. Рамаш вилмен!» — терĕ инке, хут илсен. Юлашки вăхăтра хăйне хăй çапла йăпатса пурăнчĕ. Чăнах та, вилнĕ тесе çырманччĕ-ха, хыпарсăр çухалнă тесе çырнăччĕ. Тен, чăнах та, вилмен пуль?! Аташмастăп та пуль, пичче киле таврăннă пуль!.. Анчах ма-ха вĕсем пĕчĕк ача пирки калаçнă пек калаçаççĕ?»

Çав вăхăтра шалти пӳртре, чăнах та, пĕчĕк ача сасси илтĕнчĕ.

Савăнмарĕ Тарас пĕчĕк тăванĕн сассине илтсен. Сасартăк çуралнă ĕмĕте татрĕ-ха вăл. Инкĕшĕ, ача туса, кулса калаçакан пулнăшăн çавах та савăнчĕ. «Оля!» тесе кăшкăрасшăнччĕ Тарас, сасă аран тухрĕ. Никам та илтмерĕ ăна. Кăшт тăрсан, такам тулти пӳрте тухрĕ. Тарас куçне уçмасăрах палларĕ: амăшĕ. Акă вăл кравать умĕнче хашлатса тăчĕ те тула тухса кайрĕ. Тарас, куçне уçмасăр, уçă тăнпуçпа тата пăртак шухăша кайса выртрĕ.

«Хут киличчен пĕр-пĕринчен пытанса, Рамаш ятне асăнмасăр пурăнтăмăр. Эп хам ирĕкпе Хĕрлĕ Çара каяс терĕм, Оля ямарĕ. Итлемĕттĕм ăна — макăрчĕ вăл, унччен тем чул тарăхса та макăрманнине макăрчĕ. Пурпĕрех каятăп. Халĕ Ольăшăн хăрамалли çук ĕнтĕ. Пĕчĕк Рамаш пур ун. Оля! Хăйне инке тесе чĕнме хушмасть. «Инке мар, аппа эпĕ саншăн, Оля тесе чĕн мана», — терĕ. Пиччене те Рамаш тесе чĕнме хушрĕ, «Вырăссем пĕртăвансене ятпа чĕнеççĕ», — терĕ… »

Ача сасси илтĕнми пулсан, Оля тулти пӳрте тухрĕ. Тарас куçне уçрĕ, йăл кулчĕ те аран тухакан сасăпа:

— Оля, пĕчĕк Рамаша кăтартсам мана, — терĕ.

Оля, куçĕ курнине, хăлхи илтнине ĕненмесĕр, пĕр самант Тарас çине пăхса тăчĕ, унтан сасартăк кравать умне кукленсе анчĕ те, Тараса ыталаса, макăрса ячĕ.

— Ма макран, Оля? Рамаш пирки çĕнĕ хыпар илтĕн-им?

— Çук, Тараска, урăх хыпар çук. Эс сывала пуçланăшăн, «пĕчĕк Рамаш» тенĕшĕн савăннипе тӳсеймерĕм. Тата пĕр савăнăçлă хыпар пур. Атте госпитальтен сывалса тухнă. Анчах киле таврăнма шухăшламасть те. «Туркфронта Фрунзе патне каятăп, эп кăркăсла калаçма пĕлеп, политотделра кирлĕ çын пулăп», — тесе çырать. Пĕчĕк Рамаш пирки те, эсĕ чирленĕ пирки те çырса пĕлтертĕм ăна. Пысăк Рамаш пирки асăнмарăм. Хăй те асăнмасть.

— Эп хам çырса пĕлтерĕп, — терĕ Тарас.

— Эх, Тараска, Тараска! Пысăк хуйхăпа йывăр чир сана та чăнахах арçын турĕç. Юрĕ, ан калаç урăх, сывал часрах. Еç нумай. Кĕçех ак юлташсем килсе çитĕç. Сансăр ĕçлеме пĕлмеççĕ вĕсем. Эс сываласса тем пек кĕтеççĕ. Икĕ уйăх куллен сан патна çӳрерĕç.

— Пĕчĕк Рамаш миçере?

Оля ĕлĕкхи пекех савăккăн та ăшшăн йăл кулчĕ.

— Иккĕмĕш уйăх çине кайрĕ. Ан калаç урăх, сывал часрах, анне кĕрсен, кĕпӳ-йĕмне улăштарĕ. Тепре вăрансан, Рамаша кăтартăп сана. Çывăрнă чух тутине ашшĕ пек чалăштарса кулать.

Çĕнĕ çул каç чирлесе, çанталăк çур енне кайсан тин ура çине тăчĕ Тарас. Çамрăксем Тук икĕ енĕпе те савăнса кĕтсе илчĕç ăна.

Тарас сывалнă хыççăн эрнерен Куракхăвинче комсомолецсен конференцийĕ пулчĕ. Тараса райкома тата уесри конференцине делегата суйларĕç.

Хулана кайма темшĕн питĕ тĕплĕн хатĕрленчĕ Тарас. Пиччĕш пĕлтĕр ăна сăран хутаç парса хăварнăччĕ. Çав хутаçа вăл Рамаш хучĕсене тата хăйĕн юратнă сăвă кĕнекине чикрĕ. Оля ăна пăшăрханса сăнарĕ:

«Мĕн шухăш тытнă-ха пирĕн арçын? Ашшĕпе пиччĕш хыççăн кайма шутламасть-ши?»

Тараса хулана ăсатма комсомолецсем икĕ ялĕпе те кĕпер патне пухăнчĕç. Чăваш ачисем малтан шкул патне пухăннăччĕ, Антонина Павловна Лешеккинчен килсе çитрĕ те:

— Пурте кĕпер патне утăр. Лешеккисем Тайманкина ăсатма çавăнта пыраççĕ, — терĕ.

Тараса та ятпа мар, хушаматпа чĕнеççĕ ĕнтĕ. Ял Совечĕн председателĕ те:

— Кĕпер патне çуран утăр, эппин, Тайманкин юлташ. Эпĕ, лав тупса, тӳрех çавăнта пырса çитĕп, — терĕ.

Çамрăксемпе пĕрле Оля, Антоннна Павловна, Арланов кĕпер урлă каçса ăсатрĕç пĕрремĕш комсомолеца. Вырăс ачисем юлташне ăсатма ялав йăтса тухнă. Ялавĕ çине Тарас хăех пурпа сăрласа «Российский Коммунистический Союз Молодежи» тесе çырнăччĕ. Арланов сăмах каларĕ.

— Тайманкин юлташ пирĕн — пĕрремĕш комсомолец, — терĕ вăл юлашкинчен. — Пĕтĕм районран — тăватă вулăсран — пилĕк делегат, чăн тивĕçлисене суйланă. Пирĕн ячейкăшăн пысăк чыс вăл. Чулçырма ячейкине районра хисеплеççĕ. Ячейкăра чи тивĕçли, хăвăрах пĕлетĕр, Тарас Тайманкин пулчĕ…

Тарас ораторăн хĕрӳ сăмахне кăшт сивĕтесшĕн пулнă пек:

— Мана чи тивĕçлĕ тесе мар, чăвашран та пĕр çын кирлĕ тесе суйларĕç, — терĕ.

— Апла пулсан, чăваш ятне ан çĕрт, чăвашран пĕтĕм уесĕпе, пĕтĕм кĕпĕрнипе, кĕпĕрнипе çеç те мар… в мировом масштабе чăн тивĕçли пул! — кăшкăрчĕ лашапа пырса çитнĕ Тимĕркке.

Оля Тараса хулана илсе каякан лав куçран çухаличченех пăхса тăчĕ. Комсомолецсем те тăруках саланмарĕç. Арлановпа Антонина Павловна çеç шкула кайма васкарĕç.

«Комсомол тени, чăнах та, пысăк вăй, — шухăшларĕ Оля. — Рамаш çавна тахçанах сиснĕччĕ. Октябрьчченех çамрăксене пĕтĕçтересшĕн вĕтеленетчĕ. Тĕрĕссипе каласан, эпир те ун чух комсомол пек пултăмăр. Халĕ, ак, теприсем çитĕнчĕç. Çĕнĕ кĕпер тĕрекĕсем. «Çĕнĕ кĕпер хывăпăр, кĕпер юписем пулăпăр», тенĕччĕ ун чух Рамаш. Пĕр кши хуçăлчĕ пуль çав. Уншăн кĕперĕ ишĕлмĕ-ха. Ав мĕн чухлĕн вĕсем, çĕнĕ кĕпер юписем. Тарас та кĕпер юпи е пĕр-пĕр савăлĕ пуласшăн ĕнтĕ… »

Шухăша кайса, таçталла пăхса тăракан Оля патне Тимĕркке çывхарчĕ,

— Ну, Оля Николаевна, килте кулянса, ачапа йăпанса ларма çитĕ сана, — терĕ вăл. — Пĕчĕк Рамашăн асламăшĕ пур. Парти ĕçне хутшăнма вăхăт çитрĕ. Ялсене çĕнĕрен уйăртăмăр ĕнтĕ. Ял Совечĕсем уйрăм, анчах парти ячейки пурпĕрех пĕрре. Сана хăвăнсăрах секретаре суйларăмăр. Лешеккинче коммуна организациленчĕ. Гревцев хăйĕн коммунарĕсемпе ялтан куçса каять. Санран лайăх кандидат çук. Эсĕ икĕ ял пурнăçне те лайăх пĕлетĕн, икĕ чĕлхепе калаçма пултаратăн…

— Калаçма пултарăп, ĕçлеме пултарайăп-и?!

— Мана Совета суйланă чух ыйтса тăмарăр. Кăмăл пулсан, этем тем тума та пултарать.

Çапла Оля та, пысăк ĕçе хутшăнса, хăйĕн чĕре суранне сипле пуçларĕ.

Тарас та, ашшĕ пекех, хулана кайрĕ те… яла таврăнмарĕ.

Ик-виç эрнерен Оля хут илчĕ.

«Каçар мана, Оля, — çырать Тарас, — килтен мĕн шухăшпа кайнине сана каламарăм. Чарасран хăрарăм. Конференцие килнĕ комсомолецсем çурри ытла Хĕрлĕ Çара çырăнчĕç. Эп те çырăнтăм. Вунулттăра терĕм, ĕненчĕç. Самарта политшкула вĕренме йышăнчĕç мана. Шкул пуçлăхĕ — Трофим Петров, Трашук пичче. Аттепе пиччене пĕлекенсем нумай кунта. Тăван яла таврăннă пекех туйăнчĕ… »

«Эх, Тараска, Тараска! Эсĕ те пăрахса кайрăн акă мана. Таврăнăн-ши хуть киле хăçан та пулин?» — хурланса шухăшларĕ Оля.

Чулçырмара çĕнĕрен уйрăм ял Совечĕ суйланă чух Селĕп Кирилене каллех аса илчĕç.

— Манран ним усси те пулмасть пуль. Калаçма пĕлекен çынсене суйлас. Виçĕмçул мана карательсем те çын вырăнне хумареç. Совет влаçĕ майлă та, хирĕç те сăмах калама чухлаймарăм, — хăйне хăй хурлама пăхрĕ Селĕп Кириле.

— Нухайкка лекменшĕн ӳпкелешетним, Кириле пичче? — илтĕнчĕ сасă.

— Халь Советра калаçма пĕлекенсем мар, ĕçлеме пĕлекенсем кирлĕ пире, — терĕ Тимĕркке, шӳтлесе калаçакансене чарса. — Сана, Кирилл Иванчча, çураки комиссарĕ тăвăпăр. Кăçал ăна ялĕпех сирĕн вĕçрисем пек туса ирттерĕпĕр. Пĕр хăлаç çĕр те акмасăр хăвармăпăр.

— Эсĕ пире капла камуна кĕртсе хурасшăн мар-и, Владимир Наумчă? — пăшăрханчĕç хăшпĕрисем.

Вара Арланов, сăмах илсе, халăха çапла ăнлантарса пачĕ:

— Коммунăна сире никам та улталаса е ирĕксĕрлесе кĕртме шухăшламасть. Ялта лашасăр, сӳресĕр хуçалăхсем нумай. Сеялка тени пуянраххисен çеç. Елĕк чухăн пуян лашипе тырă акнăшăн çăвĕпе çав пуян ĕçне тăватчĕ. Халĕ пуян лашисене, сеялкисене пĕтĕм ялшăн ĕçлеттерĕпĕр. Çураки ĕçĕсене вăхăтра та ăнăçлă туса ирттересси — хресчен хуйхи кăна мар вăл, пĕтĕм государство хуйхи пулать. Çавăнпа кăçал ял Совечĕ çураки ĕçне ялĕпе йĕркелес терĕ. Урăхла каласан, эртелпе тырă акăпăр кăçал. Ялта ун пек ĕçлени хальччен пулман мар. Кирилл Иванович эртелĕ ĕçленĕ пек пулать вăл.

Çак хыпар çав кунах ялĕпе сарăлчĕ, чухăнсене савăнтарчĕ, кулаксене хăратрĕ. Пĕр Мирски Тимук çеç нимрен те хăрамасть. «Сеялка парап, пĕр лаша парăп. Акнă чух парăп, пухнă чух пурпĕрех хам ана çинче ĕçлеттерĕп салтак арăмĕсене», — терĕ вăл ăшĕнче. Шухăшне вара, яланхи пекех, никама та каламарĕ.

Селĕп Кириле хăйне Совета суйланăранпа йăмăкĕ патĕнче час-часах пулкалать. Лисук патне мар, Оля патне, ячейка секретарĕ патне, çӳреççĕ вĕсем Тимĕрккепе. Паян та Тимĕрккепе Кириле тулти пӳртре. Оля ачйне кăкăр ĕмĕртсе тухасса кĕтсе лараççĕ. Лисук, ача кипкисемпе айкашса, тулăн-шалăн чупса çӳрет.

— Замана тейĕн çав, Кирилл Иванчă. Лисук та ав ватăлнă пуçпах салтак арăмĕ пулса пурăнать, — сăмах хушрĕ Тимĕркке.

— Сахарне те мансах кайнă-ха вăл халĕ, — кулкаларĕ Кириле. — Ачашăнах вилет çав Лисук. Яппун вăрçи вăхăтĕнче упăшкинчен ачасăр юлчĕ. Тăлăх пуçпах усрав ача тупрĕ. Пурăнмарĕ ачи. Сахарпа тунă ачисем те пурăнмарĕç. Халĕ, кинĕ кунтан пăрахса каймасан, Лисук валли йăпану виличченех çитет ĕнтĕ.

— Ольга Николаевнăна кунтан ямăпăр, — терĕ Тимĕркке, Кирилене шантарса каланă пек.

Оля шалти пӳртрен тухсан, канашлу пуçланчĕ. Кириле, хĕвеле хирĕç пăхса лараканскер, çурхи хĕвел çутине тӳсеймерĕ, сулхăн кĕтесе куçрĕ.

«Çак хĕвел çутишĕнех пӳртне кансĕр вырăна хăпартса лартрĕ ĕнтĕ Сахар, — шухăшларĕ вал. — Хăй вара хĕвел çутипе ăшăнса пурăнаймарĕ те».

Çав вăхăтра Лисук шалти пӳртре тем пулнă пек çухăрашрĕ:

— Уля, часрах! Рамаш кулать, кулать!

Оля шалти пӳрте чупса кĕчĕ. Хальччен ывăлĕ ыйхăра кулнине çеç курнăччĕ-ха вăл. Пĕчĕк Рамаш, аллисене кипкерен кăларса, хĕвеле хирĕç куçне хессе, çапкаланса выртать. Акă пĕчĕк кĕрен тутан сылтăм кĕтесси маларах уçăлчĕ; тутине ашшĕ пек чалăштарса, çут тĕнчене килнĕшĕн савăнса, йăл кулса ячĕ пĕчĕк Рамаш. Тимĕркке те шалти пӳрте кĕнĕ иккен.

— Рамаш кулать, замана! — терĕ вăл, пӳрнипе ачана кăтăкланă пек туса. — Вырăс-и эс, чăваш-и, Совет Республикин гражданинĕ?

Пĕчĕк Рамаш, кайăк чĕппи пек сасă кăларса, сылтăм аллине çӳлерех çĕклерĕ.

— Пăхăр-ха, Совет влаçие саламлать вăл. Ял Совечĕн председательне палларĕ, Замана!

— Çитĕ-çке. Тухăр, тухăр кунтан! Ан куçăхтарăр ачана! — тесе, чĕпĕ амăшĕ пек, сăпка тавра саркаланчĕ Лисук.

— Ку ачи куçăхмасть. Камун ачи вăл, — терĕ Самана Тимĕркки.


В ĕ ç ĕ
Загрузка...