9. Ҫуркунне

1

… Марье хӑй сӑмахне тытрӗ.

Ҫенӗкри ура сассинченех пӗлчӗ Павел кам кӗнине. Ҫутӑ ҫутмасӑрах хирӗҫ тухрӗ.

Уртӑнчӗ Марье унӑн мӑйӗнчен. Хӗрарӑм пуҫласа чуп тунине Павел курман. Кушӑркаса типнӗ тути Павел тутине пӗҫертет.

— Тусӑм, — пӑшӑлтатрӗ Марье. — Салука вӑрманӗнче кун каҫрӑм. Пӗлесчӗ сан эпӗ епле тунсӑхланине?! Аран каҫа кӗтсе илтӗм.

— Трофим Матвеевич килтех-ҫке.

— Эп ҫӗр выртмаллах семинара кайнӑ. Пӗлесчӗ сан ҫӗркаҫхине… Иккӗшӗ те ӗҫсе ӳсӗрӗлчӗҫ. Пӑхма халӑм пӗтрӗ. Сан пата пыма тесе те тухрӑм, шаккасан ял илтет пуль тесе ҫеҫ хӑрарӑм. Тусӑм, Павлик, — чуп тӑвать те чуп тӑвать Марье, — ма эпир маларах тӗл пулман-ши? Мӗнле телейлӗ пулнӑ пулӑттӑмӑр иксӗмӗр.

Марьепе тӗл пулсанах хирӗҫӳллӗ шухӑшсем таҫта кайса ҫухалаҫҫӗ. Каччӑна пӗтӗм пурнӑҫ ҫитнӗн, ҫав хитре хӗрарӑмпах тулса ларнӑн туйӑнать. Пӑчӑртанать ун ҫумне Марье, аллисем епле тата илӗртӳллӗ. Вӗсем е пӗрре каччӑн ҫӳҫе ӑшне чӑмса кӗрсе ачашлаҫҫӗ, питне, ҫурӑмне. Чечен тути, урӑх сӑмах тупаймаи евӗрлех тӑтӑшах ҫак сӑмахсене калать:

— Тусӑм, мӗншӗн эпир маларах тӗл пулман-ши? Мӗнле телейлӗ пулнӑ пулӑттӑмӑр. Ӑҫта ҫӳренӗ эсӗ, тусӑм?

Павел шартах сикет: ҫын арӑмӗ! Ҫак сӑмахсем ӑна пӑрлӑ шывпа сапнӑнах туйӑнҫҫӗ. Унӑн Марьене юратма нимӗнле тивӗҫлӗх те ҫук, вӑл этемлӗх моральне пӑсать. Мӗнле кӑмӑлпа юнашар ӗҫлекен упӑшки куҫӗнчен тӳррӗн пӑхатӑн. Икӗ питленни пулать вӑл. Ҫӑмӑл шухӑшлисем ҫеҫ ют ҫын арӑмӗ патне кайнипе мухтанаҫҫӗ.

— Тӑнран тухатӑн эс, Марье. Ҫынсем сисме пултараҫҫӗ. Кӗҫӗр сана Трофим Матвеевич та шырама пултарать.

— Сисчӗр, пурте сисчӗр. Трофим та шыратӑр. Эп хӑрамастӑп. Ҫӗр ҫинче телейсӗр мӗншӗн пурӑнас? Эп ӑна тупрӑм. Тусӑм, эсӗ манӑн телей. Эс ман телей, — ыталать вӑл качча. — Санпа пулсан, темӗнле ют вырӑн та тӑван кӗтес пек пулмалла. Каяр хӑть кирек ӑҫта. Ҫавалкаса ӗмӗр таврӑнмӑпӑр. Каяр-и эс пурӑннӑ ҫӗре? Ӗҫлемесӗр пурӑн эс, ман сана вунӑ ҫул усрамалӑх укҫа ҫитет.

— Мӗн тӑвас ман унта? Эп анчах таврӑннӑ, — шӳтлет каччӑ.

Марье кӳренет, кӗвӗҫет.

— Унта сан чун савни е арӑму юлнӑ пулӗ-ха.

— Ҫавӑнпа каймастӑп, — кулать Павел.

Каллех Марьен акӑш тӗкӗ пек ҫемҫе аллисем ыталаҫҫӗ, пиҫӗ кӗлетки ун ҫумнех сӗртӗнет, вӗри тути чуп тӑвать. Каллех ҫухалаҫҫӗ шухӑшсем, туйӑм хуҫаланма тытӑнать…

— Тусӑм, эпӗ кайрӑм…

— Ӑҫта?

— Салукана. Паян поселока ҫитсех кӗнекесем илсе килетӗп.

Павел пӗчченех тӑрса юлать. Марье анкартисем хыҫӗпе, шаннӑ ҫӗр тӑрӑх Салукана васкать.

2

Им-ҫам тиенӗ машинӑпа Павел хире тухрӗ.

Каҫхине хытах шӑнтнӑ иккен. Йывӑр тиенӗ^ машинӑ та кӗрсе лармарӗ. Шыв кӳлленчӗкӗсем ҫухалнӑ, вӗсене ҫиелтен кӑчӑр пӑр кӑна хупласа тӑрать.

Ҫитсе чарӑнсассӑнах колхозниксем машинӑна хупӑрласа илчӗҫ. Кузов ҫине хӑпарса та кайнӑ Нина ҫынсене витрепе аммиак селитрине ӑса-ӑса пачӗ. Пӗр машинӑ мӗн хушӑра пушанса юлни те сисӗнмерӗ. Хӑшӗсем тыр акмалли кунтӑксемпе тухнӑ, хӑшӗсем витресемпе. Хур кайӑксем пек карталанса, пӗрин хыҫҫӑн тепри, ӗлӗк алпа тырӑ акнӑ пек, пӳрне хушши витӗр сапрӗҫ имҫама.

— Хытса ларнӑ чӑмӑрккисене ҫӗмӗрӗр, — вӗрентрӗ Павел.

Калчасем лайӑх хӗл каҫнӑ. Тавралӑх сарӑлса выртакан симӗс тӗс куҫа лапкать, чуна савӑнтарать.

Каччӑ шофертан кӗреҫе илсе, айлӑмри калчана, пӗр пӗчӗк ывӑс пек тӑприпех касса кӑларса, кабинӑна кӗртсе хучӗ.

— Кунпа мӗн тӑватӑн? — тӗлӗнчӗ шофер.

— Ӑшӑ пӳртре чӗрӗлнине тӗрӗслесе пӑхатӑп.

Сапса пӗтернӗ халӑх хумхана пуҫларӗ: ытти машинӑсем темшӗн часах ҫитмерӗҫ.

— Вӗсем тӳрӗрен кайса лекрӗҫ пулас, — терӗ шофер.

Чӑнах та, Алтан ҫырминче виҫӗ автомашинӑ тӑрать. Малти кӗрсе ларнӑ. Шоферсем аптракан халӑх мар, вӗсем Элекҫие чӗннӗ, лешӗ вӗсене Павел ҫитнӗ ҫӗре пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне каҫара-каҫара ячӗ.

Павел, хӑй плугне «туса пӗтӗртӗмех-ши?» — тенӗ пек, ӑна тепӗр хут пӑхма тимӗрҫӗ лаҫҫи патне утрӗ. Ҫитеймерӗ унта: хӑй тракторӗ патӗнче темӗнле ача хӗрсех ҫунашка тапса туртни кӑсӑклантарчӗ ӑна. Ҫывхарсан, кӗпе ҫуса ҫакмалли шап-шурӑ кантрапа гусеницӑн икӗ трактне сӗтӗрнине асӑрхарӗ. Трактчӗсене улӑштарнӑ хыҫҫӑн, вӗсене вӑл арман кӗлетне кайса пӑрахма мансах кайнӑ.

— Кусемпе мӗн тӑватӑн? — ыйтрӗ Павел.

Каччӑ ҫине машӑр симӗс куҫ тӗлӗнсе тата хӑраса пӑхса илчӗҫ. Шкул ачи ҫӑм алсишпе сӑмсине шӑлчӗ, чӗлхине ҫӑтса янӑ пек, каллех Павел ҫине тинкерчӗ.

— Кам хушрӗ-ха сана кусене сӗтӗрме? — ҫине тӑчӗ Павел.

Ача куҫӗпе ҫӗрелле пӑхса хуравларӗ:

— Шкултан хушнӑ. Тимӗр пухатпӑр.

— Ыйтса илмелле. Кам пухтарать сире?

Елена Егоровна. Ав, тимӗрҫӗ лаҫҫи патӗнче тӑрать вӑл, — тӗллесе кӑтартрӗ ача.

— Кам вӑл Елена Егоровна?

— Вожатӑй.

Трактчӗсем кивӗ ӗнтӗ, парса яма та юрать, анчах чармасан, вӗсем кирлӗ детальсене те илсе кайма пултараҫҫӗ. Тата плугшӑн хӑйсен те тимӗр пухса памалла.

— Кам ачи эс?

— Элекҫин.

— Мӗнле Элекҫин?

— Тракторист Элекҫин, — хӑюланчӗ ача.

Апла эппин, — куллине пытарчӗ Павел. — Ну, кӳр, сана пулӑшам. Малашне ыйтмасӑр ан ил, Ку вӑл колхоз япали, — тесе, ҫӗклерӗ Павел трактсене.

Тимӗрҫӗ лаҫҫи патӗнче, хурт ҫӑвӑр янӑпа пӗрех шавлӑ: шкул ачисем пӗр ҫӗре тӗрлӗрен тимӗр татӑкӗсем купалаҫҫӗ. Кунта кивӗ витресем те, хуҫӑк сенӗкпе татӑк кӗреҫесем, плуг тӗренӗсемпе сӳре шӑлӗсем, куса тӑран шинисем, тутӑхса кайнӑ пичке кӑшӑлӗсем, тӗрлӗрен ӑпӑр-тапӑр. Тимӗр кӑшӑлӗ тавра шкул ачисем кӗпӗрленнӗ, варринче Петӗрпе темӗнле ҫӳллӗ хӗрарӑм тӑраҫҫӗ.

— Сӳре шӑлӗ тетӗн эс. Эп унран фермӑсем валли вӑрам пӑта тӑватӑп. Кӗреҫи сашулка тума каять. Сенӗкне илӗр, тарама. Кӗске татӑк кӗсӗкӗсене илӗр, харама, ыттисем хама кирлӗ. Атту куҫ кӗрет ҫарататӑр, — янрать Петӗр.

— Хыт кукар эс, Петӗр. Тимӗр-тӑмӑрӗ тепловоз тума каять, — тавӑрать Павел еннелле ҫурӑмпа тӑракан хӗрарӑм шӑнкӑрав пек уҫӑ сассипе. — Ну-и Плюшкин эс, Петӗр.

Сассине Павел таҫта илтнӗ, анчах ҫийӗнчех аса илеймест.

— Какой такой плюшкӑ? — янрать Петӗр. Вӑл Павела асӑрхать, вара ҫӑмӑллӑн сывласа ярать. — Ак, парторг та ҫитрӗ. Павел, кала-ха ҫаксене витӗмлӗ сӑмах. Куҫ кӗретех ҫаратаҫҫӗ вӗт!

Хӗрарӑм вӑштах ҫаврӑнчӗ.

Павел каллех кӑвак куҫсене асӑрхарӗ.

— Павел? — тӗлӗнсе пӑхрӗ Лена, унтан хӑвӑрттӑн калаҫма пикенчӗ.

— Кур-ха эс, Павел, ҫак хыт кукара. Тӑн пар та эс ӑна, хӑвӑн шкул умӗнчи парӑмна ан манса кай. Кислородпа ацетилен илнине мантӑр-и? Илсе тухса кайрӑр та, пырса пӑхмастӑр? Володя пӗр суеҫ, хӑйне валли япала кивҫен илес тесен, Ҫавалкаса Казбек тӑвне илсе килсе лартма шантарать, парторгӗ те тусӗнчен ӳксе юлмасть.

— Здравствуйте, — нимӗн пулман пекех сывлӑх сунчӗ те хӗре Павел, ун ҫине тинкерчӗ. Икӗ куҫ харши варринче кантӑр вӑрри пысӑкӑш тур палли пур иккен унӑн. Вӑр ҫаврака та илемлӗ янах. Куҫӗсем кӑна мар хӳхӗм иккен Ленӑн.

— Судья мар та, татса парӑпӑр, — терӗ Павел. — Петӗр хӑйне кирлине илсе юлтӑр, ыттисене илсе кайӑр.

— Во! — савӑнчӗ Петӗр. — Тӗрӗс решени.

Вӑл васкасах тимӗрсене суйла-суйла ачасен пуҫӗ урлӑ ывӑта пуҫларӗ.

— Сирӗн критикӑна, Елена Егоровна, йышӑнатӑп, хам айӑпа каҫарма хатӗр. Ачасене халех тракторпа паллаштарма пултаратӑп. Пыратӑр-и, ачасем? — ыйтрӗ Павел.

Шӑпӑрт тӑракан вӗлле кӗрлесе кайрӗ. Тимӗр купи патӗнче тӑракан ачасем Павела сырса илчӗҫ.

— Сводить туса кӑтарт!

— Кабинӑра ярӑнтар, — кӗрлеҫҫӗ вӗсем.

Павел хӑйне сырса илнӗ ачасене трактор ҫинчен каласа пачӗ, моторне тапратса кӑтартрӗ, анчах радиатора шыв яман пирки нумай ӗҫлеттермерӗ. Ыйту хыҫҫӑн ыйту тӑкрӗҫ ачасем:

— Лачакана путать-и?

— Миҫе сеялкӑ, миҫе тӗренлӗ плуга туртать?

— Сакӑр вунӑ лашана харӑс кӑкарса турттарсан, лашасем е трактор вӑйлӑрах?

Павел каласа панине Лена та тимлесех итлерӗ.

— Паянлӑха ҫитет. Сирӗн халь каникул, ыран татах каласа парӑп. Тӑхӑр сехетре килӗр, — пӗтерчӗ Павел.

— Чӑнласах килетпӗр, — тавӑрчӗ Лена. Унтан вӑл ачасене тимӗр-хӑмӑра шкула йӑтма хушрӗ. Пӗр хушӑ сӑмах чӗнмесӗр тӑрсан, йӗкӗте ҫапла каларӗ:

— Санран, Павел, начар мар пионервожатӑй пулма пултарать.

Каларӗ те кулса ячӗ.

«Е ниҫта кайса кӗми ҫамрӑклӑх вӑйӗ вӗрет, е шухӑшсӑрскер», — шухӑшларӗ Павел, ачасем хыҫҫӑн утакан Ленӑна сӑнаса.

Кӑнтӑрлахи апата вӑл каллех фермӑсем патӗнчек турӗрен кайма тухрӗ. Пӗве урлӑ каҫса ҫӳле хӑпарчӗ, типсе ҫитнӗ ҫеремпе килнелле утрӗ. Тем ҫӗклентерчӗ пуҫа. Ҫурхи шывпа тулса шавлакан ҫырма леш енче Марье ӑна хирӗҫех утать. Аллинчи сеткине кӗнекесем тултарнӑ. Ҫӳхе косынки вӗҫне ҫил хӑмпӑҫлантарса вӗҫтерет. Вӑл Павела малтанах асӑрханӑ пулас, аллине ҫӗклесех тем кӑшкӑрать. Илтӗнмест ун сасси, шыв сиккин шавӗнче ҫухалать. Каччӑ та самантлӑха тӑчӗ. Марье ҫыран хӗрнех пычӗ те аллипе ун енне сӗлтрӗ.

Фермӑран тухнӑ лав тӑпах чарӑнчӗ, лавҫи урапа ҫинчен ансах пӗр хушӑ вӗсем енне тинкерчӗ.

— Хӑрамасть, арҫури, — шухӑшларӗ Павел, малалла утса.

Вӑл ҫыран хӗррине пымарӗ.

Павел асне тулли шывпа кӗрлекен фермӑ патӗнчи ҫырма Марьерен ӗмӗрлӗхех уйӑракан ҫырма пек кӗрсе юлчӗ.

3

Ҫуркунне…

Ҫак сӑмаха Лена иккӗмӗш хут чунпа туять. Пӗр вӑрман варринчи поселокра ӳссе ҫитӗннӗскер иккӗмеш хут вӑл ял ӗҫченӗсен сывлӑшӗпе сывлать, вӗсен пурнӑҫӗпе пурӑнать. Амӑшӗ ӑна ҫаплипех вӑтам шкулта пионервожатӑйра ӗҫлет тесе шухӑшлать, хӗрӗ икӗ ҫул хушшинче пӗр эрнене кӑна канма килсе кайнӑшӑн пӑшӑрханать. Дояркӑра ӗҫленине те, хӑй ирӗкӗпех колхоза килнине те пӗлмест вӑл. Тата кирлех-ши пӗлтерме? Лена аслашшӗ Константин Васильевич Ивановпа пӗр вӑхӑтра Чӗмпӗр шкулӗнче вӗреннӗ, учителе тухнӑ. Ӑшшӗ врачра ӗҫленӗ. Анчах Лена ӑна ас тумасть. Амӑшӗ каласа панӑ тӑрӑх кӑна пӗлет. Вӑл ҫие юлнӑскер кӑна пулнӑ. 1938 ҫулта илсе кайнӑ та, таврӑнман урӑх. Упрать амӑшӗ унӑн виҫе ҫырӑвне, сайра хутра вуласа кӑтартать.

Юрать, 1956 ҫулта ашшӗн ырӑ ятне тавӑрчӗҫ. Ҫавӑнтанпа Лена ҫын куҫӗнчен вӑтанмасӑр пӑхать, хӑйне те ыттисемпе танах шутлать. Пулнӑ вӑхӑт — юлташсемех ӑна «эсерка» тесе те кӳрентеретчӗҫ. Унӑн амӑшӗ, Ҫӗрпӳ ҫывӑхӗнчи пӗр салара ӳссе ҫитеннӗ вырӑс хӗрарӑмӗ, чӑваша качча тухнӑ врач, хӑй те чавашла таса калаҫаканскер, нихӑҫан та кӗҫӗн хӗрне пуҫ усма вӗрентмен. Тен, ҫавӑнпах савӑнӑҫлӑ ӳснӗ Лена?

Ҫуркунне…

Кам малтан вӑранать-ши? Дояркӑ е автан? Е иккӗшӗ те пӗр харӑсах вӑранаҫҫӗ-ши?

Васкасах питне ҫӑвать те Лена, фермӑна васкать. Шӑнтман чухне ҫурхи пылчӑка ҫӑрса, шӑнтсан, тумках тӑрӑх кӑчӑр-кӑчӑр пӑрлӑ кӳлленчӗксем урлӑ сике-сике чупать. Фермӑри ӗҫе пӗтерсе шкула хыпаланать. Тӗлӗнеҫҫӗ тантӑшӗсем:

— Лена, санӑн икӗ чӗре пулӗ?

Чӗри ун пӗрре кӑна, анчах ывӑнманскер. Каҫсерен вӑл тӗксӗмрех ҫутӑ лампӑ умӗнче чаваланать: ҫуллахи семестрта виҫҫӗмӗш курсшӑн виҫӗ экзамен памалла.

Ҫуркунне…

Лена чӗрине кӑҫал тем пулчӗ. Итлесшӗн мар вӑл ӑса. Тепре чухне уҫса хунӑ страницӑ ҫинчех пӗр сехет иртсе каять. Шухӑшлать, шухашлать хӗр.

Ҫур ҫӗрте хваттер умӗнчи пӗве хӗррине ҫамрӑк юлан утҫӑ лашасене шӑварма хӑваласа килет. Юрлать, юрлать хӑй юррине. Час-часах сӑмахӗсене те илтме пулать, кӗвви те чунӑ хумхантараканскер. Тепӗр чухне сӑмахӗсене те ӑнланма хӗн, кӗвви те халиччен илтменскер. Илюш сӑмахне те, кеввине хӑех хурать, теҫҫӗ. Ҫакна ҫеҫ туять Лена: ҫав юрӑ-кӗвӗре ҫӑмӑл тунсӑхпа каччӑ йыхравӗ пур. Чӗнет юрӑ чун савнине, чӗнет чечек шӑршисемпе тулнӑ пахчана, симӗсленекен уя, Ҫавал ҫыранне тухма чӗнет.

Ленӑн пӳртрен тухса юрӑ чӗнекен асамлӑ вырӑнсене васкас килет. Кӑларать вара вӑл альбомне. Педучилищӗре вӗреннӗ юлташӗсем. Епле ун чухне нумайччӗ уншӑн ҫунакансем, хӑй ҫеҫ тахӑшне кӑмӑлламаллине, тахӑшне юратмаллине пӗлме иккӗленетчӗ. Парнеленӗ сӑн ӳкерчӗксем. Пӗр ӑльбомӗнче парнеленӗ сӑвӑсем. Хӑшне-пӗрне хӑйсемех те ҫырнӑ пулӗ, нумайӑшӗсем — поэтсен сӑввисем. Уҫать страницӑсене Лена, тӗлли-паллисер уҫать…

«Да, мне нравилась девушка в белом,

А теперь я люблю в голубом…»

Кӑна Алеша, Лена шапах вун ҫичӗ ҫул тултарнӑ кунхине ҫырса панӑччӗ. Кулӑшла пулса тухрӗ ун чухне. Амӑшӗн парнине, ҫутӑ кӑвак платйине тӑхӑннӑччӗ Лена. Алешӑпа Таня килнӗччӗ. Алеша вара парне вырӑнне альбом ҫине ҫак сӑвва ҫырса панӑччӗ. Вуласа пама ыйтнӑччӗ унран хӗрсем. Юлашки йӗркисене илтсенех, Таня пӳлӗмрен тухса тарнӑччӗ. Каярахпа вӑл Ленӑна икӗ эрнене яхӑн ҫилленсе ҫӳрерӗ. Иртнӗ ҫул кӑна Лена Алеша ҫырса панӑ сӑвӑ Есенин сӑвви пулнине пӗлчӗ. Ытла та айван пулнӑ ҫав, сӑвӑшӑн та кӗвӗҫнӗ. Халь Алешӑпа Таня мӑшӑрлӑ ӗнтӗ, иккӗшӗ те шкулта ӗҫлеҫҫӗ.

— Ҫуркунне…

Нумай улшӑнчӗ Лена Ҫавалкаса килнӗренпе. Хӑйне те ирӗклӗрех, пӗр шухӑшсӑртарах кӑтартма: тӑрӑшрӗ, анчах ӑшри ҫирӗплӗх пӗтме мар татах та вӑйланса пычӗ. Ҫуркунне.

Анна ӑна Павел ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Вӑрттӑн сӑна пуҫларӗ Лена йӗкӗте. Йӑрӑс та ҫӳллӗ кӗлетке. Тыткалама хӑйне ял каччисем пек тыткалать. Анна каласа панӑ тӑрӑх, вӑл темӗнле уйрӑмрах, лайӑхрах пулмалла пек. Клубран пӗрле хӑпарнӑччӗ. Ун чухне Лена ун пирки ҫапла шухӑшларӗ: тӳрккесрех. Акӑ фермӑна Завьяловпа пӗрле пынӑ кун. Лена куҫӗсем пирки калани асрах. Уҫӑмлӑ, ӑшра мӗн пуррине пытарма пӗлмест, тесе шухӑшларӗ. Акӑ, паянхи тӗл пулу. Ачасемшӗн каҫсах кайрӗ. Хӑй ӗҫне аван пӗлет, хӑй ӗҫне тата юратать. Тата… Тата куҫӗсем ытти каччӑсеннинчен урӑхларах: пысӑк та хура вӗсем. Фермӑра тӗл пулнӑ чух ӑшшӑн пӑхнӑн туйӑнатчӗҫ, паян темӗнле ҫирӗпрех…

Ҫуркунне…

Чӳрече хушӑкӗсенчен кӗрекен вӑш-вӑш ҫил сӗтел ҫинчи лампӑ ҫутине вылятать. Сиксе ташласах ҫунать хӑю. Кашта ҫинчи автан шарлаттарсах авӑтса ярать. Конюх Илюш лашисене шӑварма ҫитрӗ, юрӑ юрлать — сӑмахӗсене уйӑрма ҫук. Чӗнет юрӑ чун савнине, чӗнет чечек шӑршисемпе тулнӑ пахчана, симӗсленекен уя, шап-шурӑ ҫӗмӗртлӗ Ҫавал ҫыранне тухма чӗнет. Анчах халлӗхе пахча та чечексӗр, уй та хура, ҫӗмӗртсем те папаккисене ҫеҫ кӑлараҫҫӗ.

Хаш сывлать Лена.

Умра ҫав-ҫавах малалла уҫӑлман кӗнеке страници.

4

Каҫалапа Павел пӑтне Володя пырса кӗчӗ.

— Бригадира, агронома лартнӑ ятпа саламлатӑп, — алӑ тытрӗ вӑл.

— Тавах. Ларура ма пулмарӑн?

— Завьялов чӗнсе илчӗ. Кӑштах калаҫмаллисем тупӑнчӗҫ…

Володя Павел кӗнекисене ухтарма тытӑнчӗ. Пӗр хушӑ чӗнмерӗҫ.

— Кичем сан патра, Павел. Улах сезонне хупрӑмӑр ӗнтӗ, вӑййа тухайман-ха, каяр мар-и клуба? — тет Володя. — Тен, хӗр тупса, авланса ярӑпӑр…

— Авлан, — кӗскен ответлет ӑна Павел.

— Парторг тапранмасть-ҫке…

— Эп ватӑлнӑ ӗнтӗ. Кам хӗр патӑр мана?

— Эп ҫитӗнсех ҫитеймен, — шӳтлет Володя. — Иксӗмӗр те эпир пӗр каткари шыв. Хӗрарӑма мӗнрен тунине-пӗлетпӗр. Макар Нагульнов калашле, хӗрарӑм арҫынсемшӗн опиумпа пӗрех.

— Мӗншӗн опиум? — тӗпчет Павел. Вӑл Володя мӗнле те пулсан ҫӗнӗ хыпар пӗлтерессе кӗтет, — хӑй пирки мӗн те пулин каламӗ-ши?

— Малтанах ман юмаха итле, вара ҫавнашкал ӑссӑр ыйтусем пама пӑрахӑн. Так… Итле… Арҫынна тӗнче пуҫланса кайсанах пӗччен кичем пулнӑ, тет. Вара вӑл турӑ патне каять. Турӑ шухӑшлать-шухӑшлать те хӗрарӑм туса пама шут тытать. Анчах мӗнрен тумалла? Пӗтӗм япалине арҫынна тунӑ чух пӗтернӗ. Ирӗксӗрех туррӑн пур ҫӗртен те тӗрлӗ япала илме лекет. Хайхискер хӗвелӗн виҫӗ пайӑркине, уҫӑлтарса яракан шыв хӑватне, мамӑк ҫемҫелӗхне, пыл шерпетне, хур акӑшсен тӑпӑлккалӑхне, кӑвакарчӑнӑн йӑвашлӑхне, хир качаки куҫӗсен илӗртӗвне, пӑшин хумханӑвне илет те пӑтратать. Ытла те шерпет пек пылак ан пултӑр тесе, тилӗн чеелӗхне, мулкач хӑравҫӑлӑхне, чакакӑн сӳпӗлтилӗхне, вӑрман кушакӗн хаярлӑхне, ҫилӗн улшӑнӑвне, ҫумӑр пӗлӗчӗсен макравлӑхне хушать те пӗтӗм ҫутҫанталӑкӑн хӑрушлӑхне вӗрсе кӗртсе чун парать. Ҫапла майлаштарать вӑл хӗрарӑма. Илсе тухса парать вара ӑна арҫынна, унтан ҫапла калать: — Лайӑх упра, лайӑх усра, кунашкаллине урӑх кураймӑн, тет. Тӗрӗс мар-и юмах? — пӗтерет юмахне Володя, вара иккӗшӗ те харӑҫ ахӑлтатса кулма тапратаҫҫӗ.

— Халӑх сӑмахӗнче тӗрӗслӗх пур, — килӗшет Павел. Володьӑн иксӗлми шӳт. Вӑл юптарма тытӑнсан, хӑй хуна ҫеҫ тӑратса лар. Анчах Володя сӑмах виҫине пӗлет, вӑхӑтра чарӑнать.

— Итле-ха, Павел, шӳчӗ тарам, мана пӗр шухӑш канӑҫ памасть. Ҫавӑнпа килнӗ те эп. Эс пире ялти рабочи клас тетӗн. Эп килӗшетӗп. Так. Таҫта та ҫынсем коммунизмла ӗҫ бригади тӑваҫҫӗ, эпир ҫеҫ теме кӗтетпӗр. Ыран пуху пухар та, обязательствӑ илер. Эпир мӗнрен кая? Сан кӗҫ аслӑ пӗлӳ пулать, виҫӗ тракторист аттестатпа, ыттисене каҫхи шкула хатӗрлеме пулать. Эп хам пӗлӳ илесшӗнех ҫунмастӑп, маншӑн ӗҫ пултӑр. Енчен эс начар ӗҫлетӗн пулсан, хӑв ҫураличчен кахаллу ҫут тӗнче курсан, мӗне кирлӗ вӑл аттестат? Трофим Матвеевич калашле, пирӗн ахаль те вӗреннӗ ҫын нумай, ӑслисем сахал. Ячӗ те пирӗн — ӗҫ бригади. Вӗренӳ бригади мар. Атту шухӑшласа кӑлараҫҫӗ халь тем те пӗр, хитре шухӑшах пӑсса яраҫҫӗ, кайран ҫав шухӑш урӑх енне пӑрӑннине курсан, хӑсас килет.

Павел урай тӑрӑх каллӗ-маллӗ кумать.

— Тӗрӗс, Володя. Эп кунта ҫӗнӗ ҫын-ха, ҫавӑнпа ҫак шухӑша эсир пуҫарса каласса кӗтнӗ. Пирӗн пуҫаруҫӑсем пулмалла. Эпир — колхоз механизаторӗсем. Пирӗн йывӑр ӗҫсене ҫӑмӑллатмалла. Эпир ӗҫлекен ӗҫ ытла та пӗр енлӗ: тырӑ акатпӑр, тырӑ выратпӑр, ака тӑватпӑр, фермӑсенче вара ҫаплипех витрепе шыв йӑтаҫҫӗ, кӗреҫепе тислӗк хыраҫҫӗ. Икӗ ҫӗр ҫул каялла та ҫапла пулнӑ, халь те ҫавах. Эпир хӗрарӑмсем, хӗрсем тертленни ҫине пӑхса тӑратпӑр. Пире мӗн? Уйра пухса кӗртнӗ, икӗ алла — кӗсьене. Ҫулталӑкра тракторист миҫе уйӑх ӗҫлет? Кӑшт-кашт хӗлле, апрельпе май уйӑхӗнче. Унтан — тырӑ пиҫсе ҫитсен. Эс кукурузӑ кӑпкалатан, пухса кӗртен. Ыттисем ыраш акаҫҫӗ, кӗрхи ҫӗртме тӑваҫҫӗ. Тракторпа ҫулталӑкра тӑватӑ уйӑхран ытла ӗҫлейместӗн те. Комбайнерсем тата? Вӗсен тырӑ вырсан ӗҫӗ пӗтет. Механизаторсене фермӑна куҫармалла. Фермӑна.

— Каҫар, Павел, эп сысна пӑхма каймастӑп. Анчах шухӑшна ырлатӑп. Так. Шухӑшу лайӑх. Анчах электричествӑ ҫук. Хулара урамсене ҫутатма та ҫитет, пирӗн электросваркӑ тума та энерги ҫук.

— Кӑҫал пулать. Мускав та пӗр ҫулта, пӗр ҫул хушшинче ӳссе ларман.

— Пулать тенипех пулакан мар. Прыгунов вӑл тӑрӑх пӑхать те урлӑ утать.

— Тӑватпӑр, Володя. Хӑравҫа хӑйӗн хӑти те хӑяматӑн курӑннӑ тет. Эпир хӑрасах тӑмӑпӑр.

— Чи малтан водопровод кӗртмелле.

— Силос кӑларассине механизацилемелле… Калаҫсах иртсе каять ҫӗр.

Володя ҫывӑрма та Павел патнех юлать.

Тепӗр кун, ирхи апат тунӑ хыҫҫӑн, ун патне Элекҫипе Гришка ҫитрӗҫ. Иккӗшӗ те хӗрӗнкӗ, анчах хӑйсем ӑна палӑртасшӑн мар.

— Ир тӑракан куракӑн сӑмси шурӑ, теҫҫӗ. Эпир паян пыра йӗпетмелли тупрӑмӑр. Аш сӑра кӑпӑк пекех. Анне паян ҫеҫ сӗрчӗ, — пукан ҫине ларчӗ Элекҫи.

— Сӑран мӗн ун, хапи пур та, хӑвачӗ ҫук. Тула ҫеҫ чуптарать. Ҫавӑнпа ҫутти кӑмӑллӑрах. Сахал та, хӑватлӑ та, — сӗтел ҫине эрех кӗленчи кӑларса лартрӗ Гришка.

— Хамӑр ҫӗнӗ пуҫлӑха ҫӑвас терӗмӗр, — Павела куҫ хӗсрӗ Элекҫи.

— Хатӗрле стакансем, бригадир. Ҫур аки пуҫлансан, ҫутти ҫинчен мар, арӑму ҫинчен те манатӑн. Аса илӗн ун чух опытлӑ тракторист сӑмахне, — пуканне сӗтел ҫывӑхнерех шутарчӗ Гришка.

— Сума сунӑшӑн тавтапуҫ, атьсемӗр. Ҫумасан та чӑкӑлташмӑп. Эсир паян мункунне манса кайнӑ-им? — ыйтрӗ Павел.

— Эпир ялта пурӑнатпӑр вӗт, — сӗтел ҫывӑхнех куҫса ларчӗ Элекҫи те. — Ҫавӑнпа туяннӑ ку эрехе.

— Туяннӑшӑн ырлатӑп пуль тетӗр-и? Ҫук. Воскресник ҫинчен те манса кайрӑр. Эсир коммунистсем-ҫке. Эпир тухмасан, комсомолецсем кутӑнлашса тӑрсан, ял кулать пирӗнтен. Шавларӗҫ-шавларӗҫ те, хут ҫине ҫырса хунипех ирттерсе ячӗҫ, тейӗҫ. Акӑ сана парти организацин авторитетне чакармалли сӑлтав тупӑнчӗ те. Кӑна эс, Гришка, аяккарах пытар, — эрех кӗленчине илсе хуҫине пачӗ Павел.

— Эпир воскреснике кайма тухнӑ та, — иккӗшӗ те харӑсах персе ячӗҫ трактористсем. — Хӗрсен ӗҫлеме аванрах терӗмӗр. Чӗлхе те лайӑхрах ҫаврӑнкалӗ, терӗмӗр.

— Ӗҫлеме кам ӗҫсе каять?

— Ну, мӗн турткалашса тӑратӑн, — эрех кӗленчине аллинче ҫавӑркаларӗ Гришка. Унӑн куҫӗсем Павел ҫине иккӗленчӗклӗн пӑхрӗҫ: уҫмалла-ши, уҫмалла мар-ши? — Виссарион Маркович пыра йӗпетни урана йӗпетни мар, тетчӗ. Шӑнса пӑсӑлас хуйхӑ ҫук. Хальхи вӑхӑтра кӗрсе ларасси те часах. Тухтӑрсем пек каласан, профилактикӑ тумалла.

— Ҫук, Гришка, ӗҫки пирӗнтен тарчӗ. Май уявӗнче е ҫур аки пӗтерсен ӗҫӗпӗр. Халь мар. Атьӑр, — хыпалантарчӗ Павел хӑнасене — ир ӗҫекен ҫынна тӳсме пултараймастӑп.

— Кӑна эс ытлашши. Юлташсене хисеплемен пек пулать. Эпир ыр сунса, парнепе, эс пире хирӗҫ кӗреҫепе, — хутшӑнчӗ Элекҫи.

— Юлташлӑх ӗҫкӗре мар, ӗҫре ҫуралать. Ак, ҫур аки пӗтерсен… Бригадира лартрӗҫ тесе мӑнна хуни мар ку. Тракторист тупиччен сирӗнпе ӗҫлетӗп. Ӗҫлекен ҫын нушине ӗҫлекен ҫын пӗлмест-и? Халӗ эсир уйри шырлансем патне кайӑр, эп ялти ҫырма хӗррине йывӑҫ лартнӑ ҫӗре кайӑп. Сирӗн пата йывӑҫсем Володя тиесе пырать.

Хапха умӗнче сыв пуллашрӗҫ.

— Апла каҫчен тӑхтама лекет, — кӗсйинчи эрех кӗленчине тӳрлетрӗ. Гришка.

— Тӑхтама лекет, — ассӑн сывларӗ Элекҫи. — Ку бригадир, Виссар мар, шӑнӑрлӑ…

Ав, Ҫавал леш енне каякан ҫулпа прицеп кӑкарнӑ «Беларусь» шӑвать. Маттур Володя, вӑл авӑ Салукана кайса йывӑҫ тиесе килет.

«Ӗҫӗпе те, чӗлхипе те пултарать, — шухӑшларӗ Павел. Ӑсӗ те ҫителӗклӗ. Пур колхозниксем те ун пек пулсан, пурте унашкал умрине курса ӗҫлесен, колхоз мӗншӗн юлса пытӑр?»

Кӗреҫе йӑтнӑ ҫынсем Ҫавал хӗрринелле те, уялла та, яла касса каякан ҫырмасем еннелле утаҫӗ. Ҫак хусканӑва эрнипех лӑпланма памалла мар. Мункун ӗҫкине пусарса ларттӑр вӑл. Кӗҫӗр клубра — мункун сиенӗ ҫинчен лекци. Лекцине ахаль ҫын мар, Хыркасси чиркӗвӗнче пачӑшкӑра тӑнӑ, халь учительте ӗҫлекенскер вулать. Ун хыҫҫӑн — «Чудотворная» кинокартинӑ. Ӑна колхоз тӳлесех кӑтартать. Анаткасра шкул ачисем концерт параҫҫӗ. Пӗтӗм халӑх клуба пухӑнмалла кӗҫӗр. Пылсӑрашӑн мар ҫунтӑр этем, ыррӑн та лайӑххӑн кантӑр. Ҫапнӑ пӗлтерӳ ват ҫынсене те хускатрӗ. Ӗнер авӑ миҫе старикпе карчӑк Павелран: «Клубра мӗнле пуп тухса калаҫать вара?» — тесе, чарсах ыйта-ыйта пӗлчӗҫ. Вӗсене халиччен курман япала ытла та кӑсӑклантарать-мӗн. Тавтапуҫ Василий Ивановича. Унӑн шухӑшӗ вӑл. Пуп пулнӑ ҫынна лайах кӗтсе илме хушрӗ вӑл.

Муталка хӗрринче хӑлӑх хӗвӗшет.

Ҫурхи шыв кунта яланах хастар: хӑвӑрт та чӑрсӑр.

Нимӗнпе те чарма ҫук пек туйӑнать ӑна: вӑл ҫырана ишӗлтерет, ҫулран ҫулах тарӑнлатса, сарса пырать. Ҫавах та кунта йывӑҫ лартма никам та шухӑшламан пулӗ ку таранччен. Колхозӑн ал ҫитмен, колхозниксем пирӗн ҫӗр мар, тенӗ пуль ҫав.

Ҫулла ҫырма типсе ларать. Шывӗ автан качине те йӗпетенмест. Ҫыранне вара кӑвакал курӑкӗ, шыв хупахӗ ӳссе ларать.

— Эхе, парторг, кая юлтӑн! — аякранах кӑшкӑрчӗ колхоз председателӗ.

Трофим Матвеевич ҫӗлӗкне пуҫ тӳпине хӑпартса лартнӑ. Кӗске сӑран тужуркине карта юпи ҫине хывса ҫӑкнӑ. Хӑй хӑмӑр ӑшӑ кӗпепе, галифепе, кирзӑ атӑла.

— Йӗкӗте нумайрах ҫывӑрсан та юрать, — Павел хутне кӗчӗ колхоз председателӗпе юнашарах шӑтӑк алтакан Санька.

— Кайри мала тухакан-ха, — тавӑрчӗ вӗсене Павел.

— Сан кӗлеткепе кая юлсан, ҫӗр те чӑтас ҫук, — сасартӑк пырса тӑчӗ тимӗрҫӗ Петӗрӗ. — Вӑрман енче ҫын сахалтарах, ҫавӑнпа пулӑшу ыйтма килтӗм, — терӗ вӑл.

— Тӑхтӑр, унталла анатпӑр. Килекен ҫынсене сирӗн пата ярса тӑрӑп, — хуравларӗ председатель.

Ҫынсем ҫырман икӗ енӗпех саланнӑ. Хӑшӗсем колхозниксен анкартисене те кӗрсе кайнӑ.

— Трофим Матвеевич, — кӑшкӑрать леш енчи ҫырантан Анна, — хуҫисем тухсан, пире ҫапса пӑрахаҫҫӗ.

— Ан хӑрӑр, — тавӑрать председатель. — Хам кунта, йывӑҫ лартамасан, анкарти картисем ҫеҫ мар, сарайӗсем те ҫырмана каяҫҫӗ. Хӑйсене кайса чӗн-ха, тухса алтчӑр.

— Вӗсен килӗнче комсомолец ҫук, — тавӑрать Анна.

— Ку колхоз воскресникӗ.

— Юрӗ эппин, — кӗреҫине лартсах чупать Анна. Павел пӗр пирус туртса ярас вӑхӑтрах икӗ шӑтӑк алтса пӗтерчӗ, виҫҫӗмӗшне пуҫларӗ.

Ҫырма икӗ енӗпех икшер рет лартма килӗшрӗҫ. Ҫырма хӗрнерех — йӑмрасемпе тирексем, шаларах — ҫӑкасемпе вӗренесене. Кунта йывӑҫ пӗр вунӑ сехет тӗлнелле ҫеҫ тиесе ҫитме палӑртнӑ, ҫавӑнпа ҫынсем, шӑтӑк алтса пӗтерме тӑрӑшрӗҫ.

— Кур-ха, ал тупанӗ хӑпарса та тухрӑ, — Павел патне пычӗ Трофим Матвеевич. — Ытла тур пилӗкленсе кӑйнӑ.

— Эсир хӑвӑр ан чавар, кӑтартусем пӑрса ҫӳрӗр, — кулчӗ Павел.

— Иксӗмӗр тухман пулсан, ҫакӑн чухлӗ ҫын тухатчӗ тетӗн-и? Кур-ха, мӗн чухлӗ халӑх! Унашкал ӗҫ ҫинче ҫеҫ пулать. Учительсем те юлман. Вӗсене Ҫавал хӗррипелле ятӑм. Тӳлӗк, Василий Иванович калашле, «Сизов ӗҫе» анчах ан пултӑр. Хуппа ҫыхмасан качакасемпе сурӑхсем пӗр йывӑҫне те хӑварас ҫук.

— Сизов мар, — кулчӗ Павел, — «Сизиф ӗҫӗ». Эсир калани тӗрӗс. Ял хушшинчисене ҫыхма тивет.

— Эп ҫӗтӗк михӗсем илме яратӑп. Витесем патӗнчи пӗве хӗрринче пӗлтӗрхи курӑс хупӗ тӗ сахал мар. «Сизиф ӗҫӗ» ан пултӑр, — кулӑпах тавӑрчӗ председатель. — Кам вал Сизиф? Тутар-и, туркӑ-и? — кӑсӑкланчӗ вӑл.

— Авалхи легендӑ паттӑрӗ вӑл. Турӑсене ҫиллентернӗшӗн Зевс ӑна ӗмӗр тӑршшепех ту тӑррине пысӑк чул хӑпартма хушнӑ. Лешӗ хӑпартса ҫитерме кӑна тӑрать — унӑн чулӗ аялалла кусса анса каять. Ӗмӗр тӑршшӗпех ҫапла, — хуравларӗ Павел.

— Тулӑксӑр ӗҫ, эппин. Эп тӗрӗс ӑнлантӑм-и?

— Тӗрӗс.

— Вӗреннин усси пурах. Манӑн тепре чух кӗнеке мар, хаҫат вулама та вӑхӑт ҫук… — тӗксӗмленчӗ Трофим Матвеевич. — Ну, эп кайрӑм. Йывӑҫсем ҫитнӗ ҫӗре ҫыхмалли те пулать.

Председатель кӑмӑллӑ пулин Павела хумхантарать. Унӑн сасартӑк Трофим Матвеевича пӗтӗмпех-пӗтӗмпех каласа кӑтартса, каҫару ыйтас килет. Нимӗн пытармасӑр. Ан тив, вӑл судья пултӑр, вӑл татса калатӑр. Анчах ҫӑвар уҫӑлмасть.

…Кӑнтӑрла иртсен йывӑҫ лартса пӗтерчӗҫ, ял варринчисене курӑс хупӗсемпе, ҫӗтӗк михӗсемпе ҫыха-ҫыха лартрӗҫ. Анчах ҫынсем саланма васкӑмарӗҫ, Муталка урамӗнчи йӑмрасем патӗнче кӗпӗрленсе тӑчӗҫ.

— Пӗлтӗр ку вӑхӑтра ҫур ял ӳсӗр, кӑҫал юрӑ та илтӗнмест, — калаҫма пуҫларӗ Санька.

— Эсӗ те урах та, кам ӗҫтер? — тӗксе илчӗ Петӗр.

— Маншӑн ан кулян, санӑн та пыр тӑваллах мар. Май уявне пур пӗрех тӑватӑп, — хӗрӳленчӗ Санька.

— Саншӑн хӗлӗпех Май уявӗ, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Трофим Матвеевич. Кӑнтӑрла ӳсӗр курсан, турех пилӗк ӗҫ кунӗ штрафлатӑп.

— Маншӑн пилек ӗҫ кунӗ мӗн вӑл, — кулса ячӗ Санька.

— Вӑл-ку, тарам. Эсир, арҫынсем, яланах ӗҫкӗ ҫинчен калаҫатӑр. Паян ак чиркӗве каякансем те ҫук, — хушса хучӗ Анна.

— Мӗнле ҫук? Ҫӗркаҫах Прухур мучи тухса утрӗ.

— Пӗр ҫын-и?

— Ҫук, тата Манах Яккӑвӗн арӑмӗ.

— Вӑт мӑшӑр! Прухур мучи Яккуран арӑмне туртса илетех пуль, — кулса ячӗ тахӑшӗ.

— Каҫхине пурте клуба пырӑр. Халь кам ӳркенмест, Ҫавал леш енне Володьӑсене пулӑшма айтӑр, — чӗнчӗ Павел.

— Вӗсен хӑйсен те йыш пысӑк, — хирӗҫлерӗ Петӗр.

— Ма каяс мар? Апат ҫиес те, атьӑр, — килӗшрӗ Санька. — Анна, эс пыратӑн-и?

— Йӗппинчен ҫиппи ӑҫтан юлтӑр? — тӗксе илчӗ каллех Петӗр.

Санькӑпа Анна иккӗшӗ те тимӗрҫе кӳренӗҫлӗн пӑхса илчӗҫ.

— Тӗрӗс, парторг. Воскресник воскресник пек пултӑр. Кунӗпех ӗҫлес. Эпӗ те пыратӑп, — кӗреҫине хул пуҫҫи ҫине хучӗ Трофим Матвеевич.

6

Юлашки вӑхӑтра иккӗшӗн хушшинчи туслӑх ҫирӗпленсех пычӗ. Иртсе кайрӗ Санькӑн кӳлешесси те, хӑюлланчӗ вӑл. Кинора та час-часах пӗрле ларчӗҫ, каҫсерен каччӑ фермӑна ҫӳрерӗ, хӗре килне ӑсатса ячӗ. Юрату татуллӑ. Ашшӗ-амӑшӗсем сисрӗҫ пулин те, нимӗн те шарламарӗҫ, ҫамрӑксем хӑйсем каласса кӗтрӗҫ. Санька ҫӗркаҫ Аннапа пӗрле вӗсем патне кӗчӗ. Ашшӗ фермӑраччӗ, хӗр амӑшӗ ӑна савӑнӑҫпах кӗтсе илмерӗ пулсан та, каччӑ аптӑраса ӳкмерӗ.

— Эпир Аннапа калаҫса татӑлтӑмӑр… Пӗр сӑмахпа, ҫур аки иртсен туй тӑвасшӑн… Акӑ ман философи…

Кирек те мӗнле хӗр амӑшӗ те ҫав хыпара кӗтет. Ҫапах та ӑҫтан пӗлетӗн-ха вӑл хӑш вӑхӑтра ҫитессе? Акӑ вӑл нимӗнех те калаймасть халь. Каччи те хӑйне урапа тапсах ятлаҫасса кӗтет. Ҫук, ятлаҫмасть амӑшӗ, хӗрӗ ҫине ҫеҫ иккӗленӳллӗ те ыйтуллӑ куҫпа пӑхса тӑрать.

Ҫамрӑк хӑй савӑнӑҫне пытараймасть: пытарма, палӑртмасӑр тӑма вӗренеймен-ха. Аннан куҫӗсем епле илӗртӳллӗ ав, утмӑл турат чечеке пек, ҫав чечеке сывлӑм шӑрҫи ҫутатнӑ тейӗн: ялкӑшаҫҫӗ вӗсем, каччӑ ҫинчен те кайма пӗлмеҫҫӗ. Тути те телейлӗ, унта йӑл кулӑ хуҫаланать.

— Халь ҫамрӑксем ашшӗ-амӑшӗсенчен ыйтмаҫҫӗ пулӗ, — хуравларӗ амӑшӗ чылайран. — Эп мӗн ашшӗпе калаҫӑр.

— Эсир хирӗҫместӗр пулсан, эп сире паянтан апай теме пуҫлатӑп. Юрать-и, апай? — ыйтрӗ каччӑ.

Епле хӗрарӑм чӗри ан ҫемӗҫтӗр хӑйне хисеплесен? Ав, самантрах иртсе ларма та сӗнчӗ, каччӑн ашшӗпе-амӑшӗн сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Вӑл хирӗҫес ҫукки палӑрчӗ ӗнтӗ.

Анчах ашшӗ?

Микула мучи Санькӑна юратманнине пурте пӗлеҫҫӗ. Паян вӗсем тимӗрҫӗ лаҫҫи ҫывӑхӗнче тӗл пулчӗҫ. Яланхи йӑлипе Микулай мучи ӑна каллех ятлама пикенчӗ.

— Какуй эс бригадир, ӗҫке ҫеҫ хӑваласа ҫӳретӗн. Ҫаксем кам плугӗсем? Ыттисем илсе кайса пӗтерчӗҫ, эс пур, ҫаплах ал ҫитерейместӗн. Шкул ачисем, ак, ураписене тимӗр-тӑмӑршӑн пама кӑларса каяҫҫӗ. Кайран ман шыраса ҫӳре. Пӗччен епле ӗлкӗрӗп-ха эп? Ферми те, тракторӗсем те, тимӗрҫӗ лаҫҫи те манӑнах. Йытӑ мар вӗт эп таҫта та чупма.

Ҫук, мучи хальхинче ытла кӳрентермеллех каламарӗ. Ҫавна сиссе каччӑ хӑюланчӗ.

— Вырӑн ҫук. Вырӑн тупӑнсан илсе каятӑп. Ӑнлантӑн-и, атте? — персе ячӗ вӑл.

Хуралҫа ку вӗри шывпа сапнӑ пекех туйӑнчӗ. Вӑл пит-куҫне шӑмарса каччӑ патнех ҫывхарчӗ.

— Ас ту, тӑмана! Эп хам чӗрӗ чух сана хӗр чӗрине кӑтартас ҫук. Мана улталаймӑн, ман пуҫа ҫавӑраймӑн! Эп хӗрарӑм мар…

Санька пӑрахса утрӗ ун чух. Пӑсӑлчӗ унӑн кӑмӑлӗ. Анчах ӑш канӑҫа ҫухатрӗ. Халӗ вӑл хӗрпе шарламасӑр утса пычӗ-пычӗ те тӳрех персе ячӗ:

— Анна, сан аҫу хирӗҫ. Мана вӑл хӗр памастӑп, терӗ.

— Тупнӑ кулянмалли, — кулать хӗр, — вӑл мана кашни кунах ятлать пулсан та, эпӗ сана каламастӑп. Эп ӗмӗрех аттепе пурӑнас ҫук, вӑл манӑн тӑшманах пулмӗ…

Санькӑсен ӗни чирлесе ӳкнӗ, ҫавӑнпа Аннана чӗнсе илчӗ вӑл.

Амӑше вӗсене пусма вӗҫӗнче кӗтсе илчӗ. Вӑл хыпӑнса ӳкни палӑрать.

— Ҫӗркаҫах асӑрхарӑм: апат ҫимест, паян ирхиие пӗр-икӗ ҫӑвар хыпрӗ те — чӑмлаймасть, вӑйӗ ҫук. Ҫӑнӑх шывӗ патам, ӗҫмерӗ. Темскер пулчӗ, темскер пулчӗ Красунькӑна. Хирӗҫ вӑрӑннӑ пуль тесе, тӑвар шывӗ те патӑм. Ни карӑнмасть, ни кавлемест, — терӗ вӑл, ҫул парса.

Санька амӑшӗ пысӑках мар карчӑк, сӑнран пӑхсан, утмӑлсенчен иртнӗ пек курӑнать. Ҫавракарах питне ҫулсен эрешменӗ картасем карса пӗтернӗ. Тутӑр айӗнчен кӑшт ҫеҫ палӑракан йӑрӑм-йӑрӑм шуралнӑ кӑтра ҫӳҫӗ, тӗсне ҫухатайман хура куҫӗ, малти шӑлӗсем ӳкнипе шаларах путса кӗнӗ ҫӳхе тути хӗр чухне вӑл хитре пулнине кӑтартаҫҫӗ.

— Санька. Каснӑ-лартнӑ Санька, — шухӑшларӗ Анна, ун ҫине пӑхса. — Мӗнле-ха эп ӑна ку таранччен асӑрхаман?

— Алла ҫӑватӑп та кайса пӑхатӑп, — терӗ Анна, хул пуҫҫинчи сумкине вӗҫертсе.

— Ҫу ҫав, ҫу… Кӗр хӑвӑртрах, — чӗпчӗ кил хуҫи васкавлӑн.

Ҫенӗхӗ пысӑк, пӗренеренех пуранӑ. Пӳрчӗ ултӑ кӗтеслӗ. Анна кайри пӳлӗмре хывӑнчӗ те сумкинчен халат кӑларса тӑхӑнчӗ, аллине ҫунӑ хыҫҫӑн термометр, фонэндоскоп илсе витене тухрӗ.

Пиҫсе ҫитнӗ чие тӗслӗ ӗне имшеррӗн мӑйне тӑсса тӑрать. Унӑн самӑр кӗлеткине курсанах хуҫисем ӑна хӗл каҫиччен аван пӑхнине пӗлме пулать. Йӑптӑх та курӑнмасть, ӑна вӑл сисӗнкӗсӗр тӑкса пӗтернӗ ӗнтӗ.

Анна термометр лартрӗ, фонэндоскоппа чӗрине, ӳпкине, каярахпа хырӑмлӑха итле пуҫларӗ.

Выльӑх калаҫмасть, хӑйӗн мӗн ыратнине те пӗлтермест. Ҫавӑнпа унӑн чирне пӗлме питех те хӗн. Анна ӗнене кикен курӑкӗн настойкине кӗленчепе ӗҫтерчӗ, ҫур литр хӗвел ҫаврӑнӑш ҫӑвӗ пачӗ.

— Халь йӗтӗн вӑрри шывне ӗҫтермелле.

— Ӑҫтан тупас ӑна? — ыйтрӗ Санька амӑшӗ.

— Чӑнах та тулма ҫук. Колхоз акмаст, ҫынсем ҫапах Трофим Матвеевичсенчен кайса илетчӗҫ. Марье ашшӗ ӑна пӗр пӑт еннех хӑтӗрлесе хунӑ.

— Урӑх мӗн тумалла?

— Тепрер сехетрен ҫур литр хӗвел ҫаврӑнӑш ҫӑвӗ парӑпӑр. Ыранччен сывалма кирлӗ, — хуравларӗ хӗр. — Тата шыв ӑшӑтма лекет. Клизмӑ лартӑпӑр.

Йӗтӗн вӑрри шырама Санькӑна чуптарчӗҫ. Хыпӑнса ӳкнӗ карчӑк нимӗн тӗлне те пӗлмерӗ. Вучах чӗртсе ячӗ те пушӑ хуранах ҫакса хучӗ. Аллисене ҫунӑ хыҫҫӑн Анна ӑна пулӑшса пычӗ: шыв та ӑсса кӗчӗ, хуранне те ячӗ, урайне те шӑлса пачӗ. Санька амӑшӗ хӗр ҫине, систерес мар тесе, час-часах куҫ хӳрипе пӑхрӗ. Акӑ ӗнтӗ вӑл: кин пуласси. Ассӑр мар ҫав карчӑк: хуранне те юриех шыв ямарӗ, хӗре тӗрӗслесе пӑхма шут тытрӗ. Вӗреннӗ ҫынсем вӗсем килти ӗҫ тӗлне пӗлсех каймаҫҫӗ. Ҫавнашкал кин лексен, мӗн ҫӑмӑлӑхӗ пултӑр? Кин тени пӗҫернине ҫеҫ ларса ҫиекенни ан пултӑр, хӑй те пӗҫертӗр, хӑй кил-ҫурт тирпейлетӗр. Ара, ку хулара ӳсмен-иҫ, кин аллинче пур ӗҫ те вӑр-вар, — савӑнчӗ карчӑк.

Кӗҫех Санька ҫитрӗ йӗтӗн вӑрри тупайман хӑй.

Анна ӗнене ҫу тухса пачӗ. Санька амӑшӗ сӗтел ҫине апат пуҫтарчӗ. Кӑмакаран хӑпартнӑ ҫӑмарта, ӑшаланӑ чӑкӑт, вӗретнӗ сӗт кӑларчӗ, сакайне анса тирӗкпе сӑра ӑсрӗ.

Ваттисен йӑлипе карчӑк ҫурта ҫутма та пӑхрӗ, анчах Санька ӑна ирӗк памарӗ:

— Тупӑннӑ ӑрӑмҫӑ, асӑнатӑн пулсан, эпир кайсан асӑн. Анна лар, — чӗнчӗ вӑл хӗре. — Апай, эс ху та лар.

Хӗр турткаланса тӑмарӗ, Санькӑпа юнашарах кӗрсе ларчӗ. Амӑшне ку килешмерӗ. «Хӑюллӑ, ытла та хӑюллӑ. Ку манӑн сӑмахсене итлес ҫук, Санька айне те пулмӗ», — шухӑшларӗ вӑл, анчах каласса йӑлтах урӑхла каларӗ:

— Ларах, Анна, лар. Эсир ҫийӗр-ха, сӑрине те ӗҫӗр, эп мункун кӗпи ҫӗлеме панӑччӗ те, ҫавна кайса илем, — тесе, тухса кайрӗ.

Клуба кайма иккӗшӗ пӗрлех тухрӗҫ. Вӗсем ҫитнӗ ҫӗре пуху пуҫланнӑччӗ ӗнтӗ. Хӑмӑр сӑрпа сӑрланӑ трибунӑ умӗнче пӗр хӗрӗх пиллӗк-аллӑ ҫулсене ҫитнӗ арҫын тӑрать. Хура ҫӳҫнӗ вӑл каялла тураса вырттарнӑ, сухалне те, мӑйӑхне те таса хырнӑ. Шап-шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, хӑмӑр галстук ҫыхнӑ. Президиумра хӗрлӗ пусмапа витнӗ сӗтел хушшинче Павелпа Володя, Трофим Матвеевич лараҫҫӗ. Халӑх туллиех. Ҫавӑнпа Санькӑпа Аннан чи хыҫалти рете кайса ларма тиврӗ. Вӗсене вуншар ҫын куҫӗ пӑхса ӑсатрӗ.

Калаҫаканнин сасси хулӑн, ҫынсем ӑна шавламасӑр шӑпӑрт итлесе лараҫҫӗ.

— Сӑхсӑхни мӗне тата кама кирлӗ? Турра-и? Ҫук. Ан тив, ӗненекенсем турӑ пур, тетчӗр. Эпир ӑна ырӑ кӑмӑллӑ, хӑй ывӑлне ҫынсене ҫӑлма панӑ тетпӗр пулсан, мӗншӗн ӑна кӗл тумалла? Вӑл вӗт, саккун тӑрӑх, хӑйне пуҫ ҫаптарма юратмасть, вӑл хӑйне хӑй юратакан ҫеҫ мар. Эпир ҫылӑх каҫарма чиркӗве пырса кӗл тӑватпӑр, чи ҫепӗҫ сӑмахсем калатпӑр, чиркӳрен тухсан вара, каллех пӗр-пӗринпе ятлаҫатпӑр. Усал сӑмахсем калатпӑр. Турӑ пулас пулсан, вӑл сире икӗ питленнӗшӗн йӑлтах вӗлерсе пӗтермеллӗ. Ҫавӑнпа ҫук япалана ниепле те пур тесе калама пултараймастӑп… — васкамасӑр та сулмаклӑн калаҫать оратор. Кашни сӑмахне ӗнентерме тӑрӑшать вӑл. — Е турӑшсене сӑнасарах пӑхӑр-ха эсир! Вӗсене, сӑрланӑ чухне чаплӑ ӑстасем пысӑк шухӑш пама тарӑшнӑ, мӗншӗн тесен авалхи ӑстасем ҫав сӑхсенче хӑйсен ӗмӗтне, ҫынлӑхне кӑтартасшӑн ҫуннӑ. Ҫынсем турра ырлассине хӑйсем майлӑ, хӑйсем евӗр ӑнланнӑ, ҫав вилӗмсӗр художник произведенийӗсене ылтӑнпа та кӗмӗлпе сӑрланӑ, мещен хваттерӗсенчи пек вӗсем тавра ал шӑллисем ҫакнӑ, курӑс е хут чечексемпе илемлетнӗ. Пуҫ ҫапать ӑна мӗскӗн, пуҫ таять, ӑста художник ӳкерчӗкне турӑ тесе ӗненет. Хӑҫанччен эпир вӗсене пӳртре лартӑпӑр? Хӗрӗх виҫӗ ҫул ӗнтӗ совет саманинче пурӑнатпӑр. Ҫавах та хамӑрӑн вӑйсӑрлӑха тӳрре кӑларса, ваттисем ҫине йӑвантаратпӑр: вӗсем турра ӗненеҫҫӗ, вӗсене кирлӗ-мӗн. Ку пирӗн ҫемҫелӗх, ку пирӗн ҫитменлӗх.

«Тӗрӗс, — шухӑшлать Санька, — пирӗп те турӑшсем лараҫҫӗ, атте чиркӗве ура та ярса пусмасть, апай вара кашни уяврах ҫурта ҫутать. Эпир кайсанах ҫутса ячӗ пуль ӗнтӗ. Ҫитет турӑшу-масарупа, ыранах илсе пӑрахатӑп».

— Анчихрист, — терӗ малти ретре ларакан пӗр хӗрарам. — Сана усал ернӗ, сана шуйттан турӑран сивӗтнӗ.

— Ҫирӗммӗш ӗмӗрте шуйттан ҫинчен чиркӳ кӑна ӗнентерме тӑрӑшать. Эс ӑна та ӗмӗрне те курман, мӗншӗн тесен тӗнчере турӑ та, шуйттан та ҫук, — нимӗн пулман пекех малалла калама пуҫларӗ трибунӑ умӗнчи ҫын.

Нумай калаҫрӗ оратор: хӑй турра мӗнле ӗненме пӑрахни ҫинчен те, хӑйне чиркӳ ҫыннисем хӗсӗрлеме, хӑратма пӑхнине те каласа пачӗ. Санька урӑх итлемерӗ, нумайӑшне вӑл ӑнланаймарӗ.

Пуп пулнӑ ҫын хӑй сӑмахне пӗтерсен, ыйту паракансем нумай тупӑнчӗҫ. Мӗншӗн малтан ӗненнӗ, мӗншӗн пупа вӗренме кайнӑ, пупсем укҫа нумай илеҫҫӗ-и — тем тӗрлӗ ыйту та пулчӗ унта. Васкамасӑр, йӗркеллӗ хуравларӗ вӑл.

Кино умӗн тӑхтав пулчӗ. Сценӑ ҫинчен аннӑ Володя хӑй тавра пӗр кӗтӳ ҫамрӑк пуҫтарса тӑнӑ.

— Илтрӗр-и, — хӑлаҫланать вӑл пурне те илтӗнмелле. — Комсомолецсене турӑшсенчен тасалма виҫӗ кун срок паратӑп. Тӗслӗх хамран илӗр: пирӗн пӳрт тап-тасах — нимӗнле турӑш та ҫук. Ҫапах ҫынсем пекех пурӑнатпӑр.

— Атте илтермесен? — ыйтать тахӑшӗ.

— Илтермесен турӑш вырӑнне Хапӑс Петӗрӗн сӑнне ҫапса хур. Аҫу самантранах ӗненме пӑрахать, — ахӑрать Володя ытти ҫамрӑксемпе пӗрле.

— Атя, — сасартӑк чӗнчӗ Анна Санькӑна — Темшӗн чӗре вырӑнта мар. Ӗне хавшамарӗ пулӗ те.

Вӗсем, клубран тухса, васкасах килелле утрӗҫ.

Загрузка...