VIII

Вӑхӑт пек вӑйлӑ япала ҫук та пулӗ. «Паян капла та ыран темле», — тесе ахальтен каламаҫҫӗ ӗнтӗ. Вӑхӑт хӑйпе пӗрле ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ пулӑмсем илсе килет. Турхан туйи уксах Микка аллине лекесси пирки Нарпи шутлама та пултарайман. Ҫамрӑк турхан пур чухне ҫапла пулмалла мар ӗнтӗ. Анчах мӗн тӑвӑн-ха? Ӗҫ пачах та ӑнмарӗ. Алмас ҫаврӑнса килесси те паллӑ мар. Эсрел ӑна киле ямасан та пултарать. Ку уксаххи Эсрелӗн шанчӑклӑ тарҫи пулса тӑрасси пирки вара нимӗнле иккӗленӳ те ҫук. Ҫынни ҫавнашкал, Эсрел ҫӳҫ касма хушсан вӑл кунта пуҫ касма хатӗр. Турхантан ытларах ҫавӑнтан хӑратчӗҫ. Халӗ вара ҫавскер турхан туйине вӑйпа туртса илнӗ хыҫҫӑн хӑйне мӗнлерех тыткалӗ-ши? Каллех, вӑхӑт кӑтартӗ, ҫавӑ тӗрӗслесе пӑхӗ.

Улӑп патне кайма Нарпи питӗ тӗплӗн хатӗрленчӗ: Эсрел ҫыннисен чӗлхине пӗлекенсемпе калаҫрӗ, темиҫе хутчен те малтан кайса килнӗ арҫынсемпе тӗл пулчӗ, мӗнле ҫулпа каймаллине ыйтса пӗлчӗ. Лешсем вара питӗ тӗплӗн каласа пачӗҫ, ытларах мӑн ҫулсенчен айккинерех ҫӳреме хушрӗҫ, ҫӗр хута утни шанчӑклӑрах терӗҫ. Эсрел ҫыннисем хӑйсен ҫӗршывне питӗ тимлӗн сыхлаҫҫӗ иккен, ют ҫынна курсанах тытса чараҫҫӗ. Чи усӑлли вара ҫӗрле те малалла кайнӑ чухне тӳпери ҫӑлтӑрсемпе мӗнле усӑ курмаллине вӗрентни пулчӗ. Уя илсе тухсах ӑнлантарчӗҫ, уттарса та пӑхтарчӗҫ. Пӗр арҫынӗ вара мӑчавӑр хушнипе Нарпие чӑваш ҫӗрӗн чиккине ҫитичченех лашапа ӑсатса ячӗ. Малалла, паллах, пӗчченех кайма тивет. Ҫапла пуҫланчӗ ҫамрӑк пикен вӑрӑм та тумхахлӑ ҫулӗ.

Малтан вӑл тӗм хыҫне кайса ҫи-пуҫне ылмаштарчӗ, тумӗпе Эсрел ҫӗршывӗнчи хӗрарӑмах пулса тӑчӗ. Кун пек шанчӑклӑрах. Чӑнах та, ӑна хирӗҫ пулакансем те, хӑваласа ҫитсе иртсе каякансем те нимех те шарламарӗҫ. Пӗрисем тата урапа ҫине ларма та сӗнчӗҫ, Нарпи килӗшмерӗ. Кӗҫех ҫул пӗр пысӑк яла илсе ҫитерчӗ. Нарпи чарӑнса кӑштах шухӑша кайса тӑчӗ: «Мӗнлерех тусан лайӑхрах-ши? Ял витӗрех тухмалла-ши е айккинчен иртсе каймалла?»

Ҫак самантра ял патне тата темиҫе ҫын ҫывхарчӗ, лаша кӳлсе тухнисем те пур. Вӗсем калаҫнине илтсессӗн Нарпи тинех тавҫӑрса илчӗ: пасара килеҫҫӗ иккен. Апла пулсан вӗсемпе хутшӑнса каяс та пасара кӗрсе курас…

Пасарӗ вара… Кун пеккине Нарпи тӗлӗкре те курман. Мӗн кӑна ҫук пулӗ! Ҫыннисем тата… Ӑҫтан килсе тулман пулӗ. Халиччен пач курман тумпа ҫӳрекенсем те пур, калаҫӑвӗ те вӗсен ку таврари пек мар. Лавккисем патне ҫывхарсан куҫ алчӑраса каять. Ҫынсем укаллӑ пурҫӑн илнине курсан Нарпи чылайччен пӑхса тӑчӗ. Хаклӑ япала пулсан та илекенсем тупӑнаҫҫӗ, укҫине хӗрхенмеҫҫӗ.

Ак тамаша, юнашарах чӑвашла калаҫни илтӗнсе кайрӗ. Сасси те палланӑ ҫынӑнни пекех. Нарпи ҫаврӑнса пӑхрӗ те уксах Миккапа икӗ арҫын тӑнине асӑрхарӗ, айккинерех пӑрӑнчӗ те питне хупларӗ. Микка купса патне ҫывхарчӗ те питӗ илемлӗ пурҫӑн тутӑр ҫине тӗллесе кӑтартрӗ, укаллӑ пурҫӑна та пӗр пилӗк аршӑн виҫтерчӗ, хӑйӗн валли питӗ паха бешмет туянчӗ. Енчӗкӗ вара хӑйӗн самай пысӑкскер, укҫа-тенкӗрен аптрамасть курӑнать. Унтан ҫак арҫынсем урапа-ҫуна сутнӑ ҫӗре пычӗҫ. Кӑштах пӑхкаласа ҫӳренӗ хыҫҫӑн Микка илем летсе тунӑ ҫатан урапа патне пырса тӑчӗ, унтан йӗритавра пӑхса ҫаврӑнчӗ те силлесе пӑхрӗ, вара тин хакне ыйтрӗ. Хуҫин сутмалла ӗнтӗ, ҫине тӑрсах урапине ырлама пуҫларӗ, Миккана ларса пӑхма сӗнчӗ. Лешӗ килӗшрӗ, хуллен хӑпарса ларчӗ те ыттисем ҫине мӑнаҫлӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ.

— Ну, мӗнлерех курӑнатӑп эпӗ ку урапа ҫинче? — ыйтрӗ Микка.

— Чӑн-чӑн турхан пекех, — терӗ пӗр арҫынӗ.

— Апла пулсан илӗпӗр. Эсӗ вара ӑйӑра ҫавӑтса кил.

Лешӗ айккинелле васкарӗ. Миккана урапа ҫинчен анма тепӗр арҫынӗ пулӑшрӗ. Унтан хакӗ пирки калаҫрӗҫ.

— Ҫук, ҫук, урӑх чакараймастӑп. Хӑвӑрах куратӑр, кун пек урапа пасарӗпе те ҫук, — илтӗнчӗ сутуҫӑ сасси.

Ҫав хушӑра леш арҫын тӗреклӗ лашапа ҫитрӗ. Иккӗшӗ кӳлме пуҫларӗҫ. Микка сутуҫӑпа татӑлчӗ, унтан леш капӑр тума тӑхӑнчӗ те урапа ҫине хӑпарса ларчӗ. Пӗр арҫынӗ ямшӑк вырӑнне ларчӗ те тилхепене алла илчӗ. Тепри кӗҫ-вӗҫ тапса сикме хатӗр ӑйӑра ҫавӑтса пычӗ. Пасар айккинче вӗсене хӑйсем ларса килнӗ урапине сыхласа тӑракан арҫын кӗтсе илчӗ. Вырнаҫса ларчӗҫ те чӑвашсем патнелле ҫул тытрӗҫ. Малта уксах Микка саркаланса ларса пырать…

Микка Алмаса илсе килесси пирки пачах та шухӑшламанни ҫакӑнтан та паллӑ ӗнтӗ. Ун халӗ питӗ турхана тухас килет. Ҫакна пурнӑҫлас тесен Эсрел аллине ларма пӗлмелле. Тӗлпулӑва хатӗрленет ӗнтӗ.

«Ҫук, кун пек юрамасть. Часрах Улӑпа вӑратасчӗ те саманана улӑштарасчӗ. Ҫавӑ кӑна йӗрке тума пултарӗ», — тесе Нарпи малалла васкарӗ. Ҫул ҫинче пӗр ватӑрах хӗрарӑма хӑваласа ҫитрӗ те сӑмах тапратрӗ, япалине йӑтса пыма пулӑшрӗ. Ку та самай усӑллӑ пулчӗ, Нарпи каланине тӗрӗсех ӑнланать иккен. Ҫапла вӗсем чылайччен пӗрле утрӗҫ. Хӑйсен ялӗ патне ҫитсессӗн хӗрарӑм Нарпие тав турӗ, чей те пулин ӗҫтерсе ярам тесе килне кӗрсе тухма сӗнчӗ. Пӗчченех пурӑнаканскер иккен. Упӑшки вӑрҫӑра вилнӗ. Анчах ҫӑкӑр-тӑвартан аптрамасть. Эсрел хушнипе кун пек хӗрарӑмсене ял пуҫлӑхӗн пулӑшса пымалла, вӗсенчен куланай илмелле мар. Ялти йӑласем те урӑхла, эрехпе иртӗхекен ҫук, ҫамрӑксем ваттисен сӑмахӗнчен иртмеҫҫӗ. Тӗн йӗрки те урӑхла, пӗр турра кӑна пуҫ ҫапаҫҫӗ.

Кил хуҫи Нарпие каҫа хирӗҫ ҫула тухни ырра мар тесе ӗнентерме пикенчӗ, кунтах ҫӗр каҫма сӗнчӗ. Килӗшме тиврӗ. Кун пек меллӗ самантпа усӑ курса Нарпи ҫине тӑрсах калаҫрӗ, хӑш-пӗр сӑмахсене ыйтса пӗлме тӑрӑшрӗ. Ҫапла чылайччен калаҫса выртнӑ хыҫҫӑн ҫывӑрса кайрӗ.

Каллех пӗр тӗлӗк, каллех амӑшӗ курӑнчӗ. Вӑл сывӑ чухне апла марччӗ, тӗлӗкре унта выляни те, шыва кӗни те, улӑхра чечек татни те, вӑййа тухни те пулатчӗ. Ҫӗкленсе вӗҫсе ҫӳренисем те асрах. Юлашки вӑхӑтра ытларах амӑшӗ курӑнать. Ашшӗне вара Нарпи пачах та астумасть. Ун ҫинчен вӑл амӑшӗ каласа панӑ тӑрӑх кӑна пӗлет.

Ҫамрӑклах пуҫне хунӑ вӑл. Хӑюллӑскер пулнӑ теҫҫӗ, Ватрас ӗҫӗсемпе кӑмӑлсӑр пулнине те уҫҫӑнах калама пултарнӑ. Уйрӑмах ӑна турхан Эсрел умӗнче чӗтресе пурӑнни килӗшмен. Ирӗклӗх ҫукки канӑҫ паман.

Пӗрре ҫапла Эсрел ҫыннисем куланай пухма килсен самай тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртет. Нарпи ашшӗ таврари паттӑрсене пухать те лешсене мӑн ҫул ҫинче тивӗҫлипе кӗтсе илет, тӗмсем хыҫӗнчен сиксе тухаҫҫӗ те лавсене тытса чараҫҫӗ, хуралсене те тӑн кӗртсе илеҫҫӗ. Лешсем чӑваш ҫӗрӗнчен нимсӗрех тухса каяҫҫӗ. Кусем вара туртса илнӗ япаласене ҫынсене тавӑрса параҫҫӗ.

Кун хыҫҫӑн Эсрел питӗ йышлӑ ҫар ярать. Паллах, Нарпи ашшӗ хӑйӗн пӗчӗк ушкӑнӗпе хирӗҫ тӑраймасть. Вара вӑл тарса ҫӳреме пуҫлать. Апла пулин те ӑна турхан ҫыннисем пулӑшнипе ярса тытаҫҫӗ. Ҫак паттӑра Эсрел патне илсе каяҫҫӗ, лешӗ вара ӑна хӑй аллипе хӑй ҫав тери асаплантарса вӗлернӗ теҫҫӗ. Ҫак ӗҫе тӑвас умӗн Эсрел Ватраса хӑй патне чӗнсе илнӗ тет, чӑваш турханӗ курса хӑраса тӑтӑр тесе пулӗ ӗнтӗ. Эсрел ҫилли Нарпи амӑшӗ ҫине те ӳкме пултарнӑ. Уксах Миккана кӑна хуш… Мӑчавӑр хӗрӗ пулнипе ҫеҫ ҫӑлӑнса юлнӑ вӑл. Атту Нарпи шӑпи ҫав тери йывӑр пулатчӗ. Амӑшӗ пур ҫын тӑлӑх мар ӗнтӗ.

Нарпи амӑшӗ вара таврари паллӑ алӑсти шутланнӑ. Турхан шупӑрне те вӑл тӗрлесе панӑ теҫҫӗ. Хӑйӗн ӑсталӑхне хӗрне пиллесе хӑварни пирки нимӗнле иккӗленӳ те ҫук. Нарпи вара амӑшӗнчен те ирттерет пулӗ. Вӑл тума пӗлмен ӗҫ ҫук. Халӗ вӑл виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ амӑшӗсӗр пурӑнать. Лешӗ хытӑ чирлесе ӳкнӗ хыҫҫӑн ура ҫине тӑраймарӗ.

Нарпи кӗҫӗр те тӗлӗкре амӑшӗпе пӗрле пулчӗ. Вӑл ҫӳпҫерен питӗ илемлӗ кӗпе илчӗ те ҫакӑ вӑл телей кӗпи пултӑр тесе Нарпие пачӗ. Хӗрӗ хӗпӗртесе тыткаласа пӑхнӑ вӑхӑтра амӑшӗ чакса-чакса пычӗ те темле пӗчӗкленсе кайса мӗлке евӗр курӑна пуҫларӗ. Нарпи кӗпине сак ҫине хучӗ те амӑшӗ патнелле чупса пычӗ. Лешӗ куҫран ҫухалчӗ. Нарпи амӑшӗн парнине тӑхӑнса пӑхас тесе каялла ҫаврӑнчӗ. Ак тӗлӗнтермӗш, ҫав кӗпепе пачах та ют хӗрарӑм тӑра парать. Алӑк патнелле пӑрӑнчӗ те кула-кула тухса кайрӗ. Нарпи алӑк патне чупса пычӗ, туртрӗ, алӑкӗ уҫӑлмарӗ. Вара вӑл нимӗн тума аптранипе макӑрса ячӗ.

— Мӗн пулчӗ-ха, хӗрӗм? — илтӗнчӗ хӗрарӑм сасси.

Нарпи куҫне уҫрӗ те ун умӗнче кил хуҫи тӑнине асӑрхарӗ. Хӑвӑртрах сиксе тӑчӗ те йӗри-тавралла пӑхса илчӗ, йывӑҫ пӑта ҫинче ҫакӑнса тӑракан уртмаха ярса тытрӗ, унти япаласене хыпашласа пӑхрӗ. Пурте вырӑнтах иккен.

— Тӗлӗкӳ япӑхскер пулчӗ-им? — терӗ хӗрарӑм пӗлнӗ пекех.

— Тӗлӗк вӑл тӗрлӗрен пулать, — лӑплантарма пикенчӗ хӑйне хӑй Нарпи.

Чӑнах та, мӗншӗн питӗ пӑшӑрханмалла вара, амӑшӗпе пӗрле илемлетсе ҫӗленӗ шурӑ кӗпе уртмахрах выртать. Ҫимеллисене те никам та тӗкӗнмен. Нарпи ҫӑвӑнса тасалчӗ те сывпуллашса ҫула тухрӗ.

Нумай кайрӗ-и, сахал-и, анлӑ юхан шыв хӗррине ҫитсе тухрӗ. Ун халӗ тепӗр енне каҫмалла. Инҫех те мар урапа сасси илтӗнсе кайрӗ. Тавар тиенӗ лав хыҫҫӑн иккӗн утса пыраҫҫӗ. Кусен те леш енне каҫмалла иккен. Нарпи тимлӗнрех сӑнама пуҫларӗ. Лавҫӑсем шыв хӗрринех пырса тӑчӗҫ те лашине шӑварчӗҫ. Вӑхӑт чылай та иртмерӗ ку еннелле сулӑ ҫывхарни курӑнса кайрӗ. Акӑ ӗнтӗ инҫех те мар кӗписене хывса хурсах вӑрӑм кӗсменсемпе тӑваттӑн авӑсаҫҫӗ. Сарлака ҫурӑмлӑ тӗреклӗ арҫынсем. Сулӑ чарӑнмалли ятарласа чулсем пӑрахса хӑпартнӑ вырӑн пур иккен. Лешсем ҫав тӗле ҫитсе чарӑнчӗҫ те сулла тӗреклӗ пӑявпа юпаран кӑкарчӗҫ. Унтан урапа патне пычӗҫ. Ҫак ҫынсенчен юлас мар тесе Нарпи те ҫывхарса тӑчӗ. Лашине тӑварнӑ иккен. Малтан урапине вырнаҫтарма шутларӗҫ, сулӑ ҫине алӑпах туртса кӗртме тытӑнчӗҫ. Лашине тытса тӑраканни чӗлпӗре Нарпие тыттарчӗ те лава хыҫалтан тӗртсе ыттисене пулӑшрӗ. Унтан лашине кӗртсе тӑратрӗҫ. Пӗр лавҫи лаша умне пырса тӑчӗ те ҫамкинчен шӑлса ачашласа илчӗ, сулӑ кӑштах силленнине пула хӑрасран лӑплантарма тӑрӑшрӗ. Тепӗр арҫынӗ Нарпи ҫине пӑхса илчӗ те:

— Каҫарнӑшӑн тӳлемелли пур-и вара санӑн? — терӗ.

Укҫи Нарпин кӑштах пур-ха, анчах шыв урлӑ каҫарнӑшӑнах пӗтерес темерӗ.

— Эпӗ сире ҫимелли парӑп, — хуравларӗ хӗрача уртмахран самай пысӑк шӑрттан туртса кӑларса.

— Ку мӗн япала вара, мӗнрен пӗҫернӗ? — ыйтрӗ арҫын шӑрттана шӑршласа пӑхса. — Какайран иккен, — хуравларӗ хӑех.

— Тутанса пӑхӑр эсир. Тен, килӗшӗ?

— Ну, юрӗ. Лере ҫитсен ҫисе пӑхӑпӑр. Кайрӑмӑр, — терӗ асли. Ҫыран енчи карлӑк шалчине ҫирӗплетсе хучӗҫ те кӗсменпе ӗҫлеме тытӑнчӗҫ. Леш арҫын чӗлпӗре урапаран ҫыхрӗ те лашана курӑк хурса пачӗ. Апла пулин те ҫакӑ тӗреклӗ выльӑх лӑпкӑ тӑмарӗ, пӗрмаях урисене пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫарса пычӗ. Сулӑ хытӑрах ярӑнса илнӗ самантсенче выльӑх пӑлханчӗ. Лаша урисем чалӑштарса тӑратнӑ чараксем пекех курӑнса кайрӗҫ. Ӑсӗ хӑйне пурӑнмалӑх лашан та пур иккен, сулӑ ҫинче мӗнле тытмаллине чухлать.

Нарпи леш енне каҫсассӑнах ыттисене пӑхса тӑмарӗ, малалла васкарӗ. Вӑхӑт хӑвалать, паянхи кун вӗҫлениччен инҫетрен курӑнса ларакан сӑрт урлӑ каҫма тӑрӑшмалла. Ҫулӗ вара унталла ансӑрскер кӑна. Лашапа ҫӳрекенсем инҫетрен ҫаврӑнаҫҫӗ пулас.

Тӑвалла ҫул ҫӑмӑлах мар, хулпуҫҫи урлӑ ҫакнӑ уртмах та йывӑрланса пырать, шыв ӗҫес килет. Юрать-ха, сӑрт хӗрринче сивӗ шыв сӑрхӑнса тухакан вырӑнсем пур. Ларса канас шухӑш та пурччӗ, анчах Нарпи сӑрт тӑррине ҫитмесӗр чарӑнас темерӗ. Туя ҫине таянса кӑштах пӑхса тӑчӗ те ҫӳлелле тапалашрӗ. Ҫапла хыттӑн тапса утса пынӑ ҫӗртех ун ҫулне ҫӗлен пӳлсе хучӗ. Самай вӑрӑмскерех, анчах темшӗн чул айӗнчен тухаймасть, пуҫне ҫӗклесе ниҫта кайса кӗрейми авкаланать. Хӑраса ӳкнӗ Нарпи пӑрӑнса иртес тесе пӗр-ик утӑм кӑна тунӑччӗ, «ҫӑлсам мана» тени илтӗнсе кайрӗ. Хӗрача тинех тавҫӑрса илчӗ: ҫӗлене ҫӳлтен ишӗлсе аннӑ чул хӗстерсе лартнӑ иккен. Апла пулсассӑн — ҫӑлмалла ӑна: пӗтӗм вӑйне пухса чула катертме пикенчӗ, анчах ӗҫ тухмарӗ. Ҫапах та тавҫӑрса илчӗ, кукашшӗ ӗҫленине аса илчӗ: инҫех мар выртакан самаях хулӑн йывӑҫ вуллине илчӗ те пӗр вӗҫне чул айне чиксе хирчӗ. Чул кӑштах ҫӗкленчӗ. Ҫав самантпа усӑ курса ҫӗлен маларах шума ӗлкӗрчӗ, чул айӗнчен тухрӗ. Унтан кӑштах ҫӗкленчӗ те темиҫе хутчен пуҫне тайрӗ. Хӑйне ҫӑлакана тав турӗ ӗнтӗ. Ҫӗлен — хӑй ҫулӗпе, Нарпи хӑй ҫулӗпе малалла кайрӗҫ.

Сӑрт ҫине хӑпарса ҫитнӗҫемӗн ҫил хытӑрах вӗрме тытӑнчӗ. Акӑ Нарпи чи ҫӳллӗ вырӑнта чарӑнса тӑчӗ те йӗри-тавра пӑхса илчӗ: пӗтӗм тӗнче ура айӗнче тейӗн. Инҫех те мар ӑмӑрткайӑк ярӑнса ҫӳрет. «Мӗншӗн манӑн та ҫунатсем ҫук-ши? Ҫитес ҫӗрелле вӗҫӗттӗм те кайӑттӑм», — шутласа тӑчӗ Нарпи ӑмӑрткайӑка ӑмсанса. Лешӗ ҫав самантра чул пек персе анчӗ те каллех вӗҫсе хӑпарчӗ. Чӗрнисемпе темле чӗрчуна ҫаклатма ӗлкӗрнӗ иккен, лешӗ тапалашни курӑнать. Анчах ҫак чи вӑйлӑ кайӑкӑн сӑнӑ пек шӑтарса кӗнӗ чӗрнисенчен ҫӑлӑнма май ҫук пуль ҫав.

Сӑртӑн тепӗр енче вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑрман сарӑлса выртать. Нарпин ҫак вӑрман витӗр те тухмалла. Ҫакӑн пек тӗллевпе вӑл аялалла васкарӗ. Ак тамаша, анма та пӗлмелле иккен, аялалла чуптарасшӑн, такӑнса ӳкес хӑрушлӑх та пур. Юрать-ха, туя пулӑшать, кӑштах таянса илни те теме тӑрать. Тӳрем вырӑна ҫитесси нумаях та юлманччӗ, сасартӑк аялта юланутҫӑсем курӑнса кайрӗҫ. Вӑрӑм сӑнӑсемпе. Таҫта васкаҫҫӗ. «Эсрел хуралҫисем», — тавҫӑрчӗ Нарпи. Вӗсем асӑрхасран часрах пӗр лутра тӗм хыҫне пытанчӗ. Лаша ури сасси илтӗнми пулнӑччӗ кӑна, юнашарах йыт ҫури йынӑшни илтӗнсе кайрӗ. Нарпи пырса пӑхрӗ. Мӑйкӑча ҫакланнӑскер, ҫынна курсассӑн тата хыттӑнрах тапӑлтатма тытӑнчӗ янавар, чутах пӑвӑнса ларатчӗ. Юрать-ха, Нарпи вӗҫертсе ячӗ. Лешӗ вара ним ҫаврӑнса пӑхмасӑр малалла вӗҫтерчӗ. Нарпи сунарҫӑсене вӑрҫса илчӗ те мӑйкӑча йывӑҫран салтса айккинелле печӗ. Кӗҫех тикӗс вырӑн пуҫланчӗ, сипсимӗс курӑк, чечексем… Утма та лайӑх. Нарпи ӑҫталларах каймаллине тӗрӗсрех суйласа илес тесе хӗвел ҫине тимлӗнрех пӑхрӗ, часах вара вӑрманалла кӗрсе ҫухалчӗ. Кӑштах кайсассӑн пӗр ансӑр сукмак ҫине ӳкрӗ, те пӑши ҫулӗ, те пӑлан ҫулӗ, тавҫӑрсах илеймерӗ, утрӗ те утрӗ. Кӗҫех каҫ сулхӑнӗ те сисӗнме пуҫларӗ, тӗттӗмленсе пычӗ. Самаях ывӑнса ҫитнӗ Нарпи выртса канмалли ӳпле тума шутларӗ. Пӗр йывӑҫ вулли тавра хуҫӑлса ӳкнӗ шалчасем тӑратса тухрӗ те ҫулҫӑллӑ туратсем хуҫса хатӗрлерӗ. Малтан вӗсене выртса канмалли ҫӗре пӑрахрӗ, унтан йӗри-тавра тӑратса тухрӗ. Шала кӗрсессӗн юлашки шӑтӑка та хупларӗ. Самай меллӗ вырӑн пулчӗ, ҫумӑр та йӗпетес ҫук, тискер кайӑк та кӗрес ҫук. Нарпи чӗре сури турӗ те канма выртрӗ, кӗҫех тарӑн ыйӑха путрӗ…

Нумай ҫывӑрчӗ-и, сахал-и: «Хӗрӗм, тӑр!» тени илтӗнсе кайрӗ. Нарпи вӑранчӗ, анчах ӳплере никам та ҫук. Тул ҫутӑлнӑ, ҫулҫӑсем хушшинчен ҫутӑ пайӑркисем сӑрхӑнса кӗреҫҫӗ. Нарпи япалисене илчӗ те тухрӗ. Ак тамаша, инҫех те мар пӗр кашкӑр лара парать. Тӗреклӗскер. Хӗрача хӑранипе ӳплене чӑмрӗ те алӑк тӗлне туратсемпе хупласа лартрӗ.

— Ан хӑра, — калаҫма пуҫларӗ ҫын чӗлхипех кашкӑр, — сана пулӑшма килнӗ эпӗ. Эсӗ ӗнер ман ачана мӑйкӑчран вӗҫертсе вилӗмрен хӑтартӑн. Сана ҫавӑншӑн тав тӑвас тетӗп.

— Кашкӑра пӗлетпӗр ӗнтӗ, улталатӑн эсӗ.

— Ӗнен мана. Калаҫса тӑрса вӑхӑтна ан пӗтер. Ман ҫине лар та малалла вӗҫтерер. Ҫулу санӑн кӗске пулас ҫук.

Кашкӑр сӑмахӗнче нимле хаярлӑх та ҫукки Нарпи кӑмӑлне самаях ҫемҫетрӗ. Туратсене кӑштах сирсе пӑхсан кашкӑр чӑнах та ырӑпа килни сисӗнчӗ. Нарпи шикленерех пулин те уҫӑ вырӑна тухрӗ.

— Ӑҫта ҫитмеллине кала та ман ҫине улӑхса лар, — терӗ кӑвак тукмак.

— Улӑп ҫывӑрнӑ вырӑна ҫитмелле манӑн.

— Апла пулсан кайрӑмӑр.

Нарпи вырнаҫса ларсанах кашкӑр малалла юртрӗ. Ҫурран утни мар ӗнтӗ, ҫухрӑм хыҫҫӑн ҫухрӑм хыҫа юлса пычӗ. Акӑ ҫаксем каллех шыв хӗррине ҫитсе тухрӗҫ. Ку хутӗнче вара нимӗнле кимӗ те, сулӑ та курӑнмарӗ. Нарпи уртмахран ҫинҫе ҫӑварлӑ тир михӗ кӑларчӗ те вӗрсе хӑпартрӗ. Унтан кӗпипе пушмакне хывса уртмаха чикрӗ. Вара пӗтӗм япалине ҫурӑм ҫине майлаштарса хурса сӑран михӗ ҫине выртрӗ. Кашкӑр маларах ӳксессӗн Нарпи пӗр аллипе ун хӳринчен ярса тытрӗ, тепринпе вара кӑштах ҫӑмӑллӑх пултӑр тесе авӑсса пычӗ. Леш енне каҫса канса илнӗ хыҫҫӑн каллех Улӑп патнелле васкарӗҫ…

Кашкӑр ҫине тӑнипе ҫӗрле те чарӑнмарӗҫ. Нарпи темиҫе хутчен те ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса илчӗ, ҫаплах каятпӑр-ши тесе хӑйне хӑй тӗрӗслерӗ. Ире хирӗҫ кашкӑр чарӑнчӗ.

— Малалла санӑн пӗчченех кайма тивет. Хурал тӑрать, — терӗ тукмак.

Нарпи ӑна тав турӗ те ҫӑра ҫулҫӑллӑ тӗм патнелле утрӗ. Лешӗ вара каялла вӗҫтерчӗ. Хӗрача ирхи сывлӑм шывӗпе ҫӑвӑнчӗ те ҫи-пуҫне улӑштарса тӑхӑнчӗ, чӑнчӑн чӑваш пики пулса тӑчӗ. Унтан тин ҫеҫ йӑлкӑшса тухакан хӗвеле хирӗҫ тӑрса кӗл турӗ, малалла уттарчӗ.

— Кам ҫӳрет кунта? Мӗн тума килнӗ? — илтӗнчӗ арҫын сасси. Нарпи умне тӗреклӗ хуралҫӑ тухса тӑчӗ. Аллинче вӑрӑм сӑнӑ.

— Ӑҫтан вара эсӗ нихӑҫан курман тумпа килнӗскер? — тӗлӗнсе пӑхса илчӗ арҫын. — Мӗн туса ҫӳретӗн?

— Уйӑх ҫинчен антӑм эпӗ, — персе ячӗ Нарпи нимӗн калама аптранипе.

— Уйӑх ҫинчен? Ун пекки те пулать-и вара?

— Нивушлӗ уйӑх ҫинче кӗвентепе тӑракан хӗре курман вара эсӗ?

Хуралҫӑ аптраса ӳкрӗ, пӗлӗт ҫинелле пӑхса илчӗ. Хӗвел тухсан уйӑх пытаннӑ ӗнтӗ.

— Мӗн тума килнӗ вара эсӗ кунта?

— Курса ҫӳреме. Ҫӗр ҫинче питӗ илемлӗ иккен. Чечексем те, ҫырласем те пур, — терӗ те Нарпи малалла утма тӑчӗ. Хуралҫӑ вӑрӑм сӑнне урлӑ тытса ҫула пӳлчӗ.

— Унталла кайма юрамасть.

— Питӗ хӑрушӑ-им вара? Кашкӑрсем нумай-им?

— Кашкӑр мӗн вӑл… Унта Улӑп ҫывӑрать. Вӑратма юрамасть ӑна.

— Кам вара вӑл вӑрманта ҫывӑраканскер?

— Улӑп камне те пӗлместӗн-и-ха? Чӑвашсен паттӑрӗ вӑл.

— Курасчӗ ӑна. Инҫетрен кӑна пӑхса илесчӗ. Ҫӗр ҫинчех выртать-и вара вӑл?

— Мӗскер эсӗ, чӑнах та, уйӑх ҫинченех аннӑ пулмалла, кунти йӗркесене пачах та пӗлместӗн. Уйрӑм ҫуртра выртать вӑл. Кунтан иртсессӗн вилӗм кӑна кӗтет сана, капӑр тумланнӑ пике.

— Ирттерсе яр-ха, тархасшӑн, ҫуртне кӑна пӑхса илем. Акӑ сана уйӑх ҫинчен илсе килнӗ япала парнелетӗп.

Нарпи арҫынна пысӑках мар кӗмӗл чӑмӑркки тыттарчӗ. Лешӗ ӑна ҫавӑркаласа пӑхрӗ те мӗн иккенне тавҫӑрчӗ.

— Ку япала татах та пур-и вара унта?

— Кирлӗ пулсан уйӑх ҫинчен тӳрех персе парӑп. Кун пекки унта темӗн чухлех.

— Кӗмӗл мар пуль те? — тӗкӗнсе пӑхрӗ Нарпи пуҫӗнчи тухьяна.

— Килӗшет пулсассӑн ил эппин, — сӗнчӗ Нарпи тухьине хывса парса.

— Самай йывӑрскер, кӗмӗлренех пулас, — терӗ те лешӗ пуҫне тӑхӑнса пӑхрӗ. — Ҫуртне ҫеҫ курас тетӗн пулсассӑн ирт, эппин. Анчах асту, эпӗ сана курман… Панӑ сӑмаха пурнӑҫла. Леш уйӑх ҫинчине персе пар…

Нарпи малалла утрӗ. Кӑштах кайсассӑн ун умне иккӗмӗш хурал тухса тӑчӗ. Аллинче пысӑк чукмар.

— Чарӑн! Малалла ҫул ҫуккӑ. Унта Улӑп ҫывӑрать.

— Маттур каччӑ, ирӗк парсам мана Улӑп выртакан ҫурт ҫине аякран та пулин пӑхса илме.

— Ҫук, юрамасть. Эсрел хушман. Чим-ха, эсӗ кам пулатӑн вара, ӑҫтан килтӗн?

— Уйӑх ҫинчен аннӑ эпӗ, чипер каччӑ.

— Чӑнах-и? Малтанах сисрӗм ҫав кунти ҫын маррине. Кӗпӳ тата… Кун пеккине курманччӗ.

— Килӗшет пулсассӑн ил эппин, — терӗ те Нарпи кӗпине хывса тыттарчӗ.

— Шӑрҫуна та, суллуна та пар!

Нарпи хуралҫӑ хушнине итлерӗ. Лешӗ ӑна чармарӗ. Кӑштах утсассӑн хура вӑрман ҫуталса кайрӗ. Умра пысӑках мар уҫланкӑ. Унта чулран тунӑ ҫурт ларать. Сасартӑк виҫҫӗмӗш хурал тухса тӑчӗ.

— Малалла пӗр утӑм та ярса ан пус. Часах пуҫу сирпӗнсе кайӗ, — хӑмсарса илчӗ вӑрӑм хӗҫҫипе. — Кам вара эсӗ? Мӗн туса ҫӳретӗн?

— Улӑп виллине сыхлаканӗ питӗ маттур каччӑ терӗҫ те…

— Маттурри-мӗнӗ… Улӑп вилмен вӑл, ҫывӑрать кӑна, — терӗ хуралҫӑ хӑй ҫине пӑхса илсе.

— Мӗншӗн вӑратмастӑр вара эсир ӑна?

— Эсрел хушмасть, Улӑпран хӑрать вӑл.

— Хӑй мӗншӗн вӑранмасть тата? Пӗрмаях ҫывӑрать-им?

— Нумай ҫул хушши ӗнтӗ. Ун пуҫӗ патне ҫывӑрттаракан курӑк хурса тӑраҫҫӗ. Ҫав курӑк ӑҫта ӳснине, унпа мӗнле усӑ курмаллине пӗр хӗрарӑм ҫеҫ пӗлет. Ҫав пӑхса пурӑнать те ӗнтӗ Улӑпа.

— Нивушлӗ ун пек курӑк та пур вара? Пӗртте ӗненес килмест. Курӑк шӑршипе те ҫывӑрса кайма пулать-ши вара?

— Пулмасӑр. Ӗненмесен шӑршлаттарса пӑхтарам, эппин.

Хуралҫӑ Улӑп ҫурчӗ патнелле утрӗ. Нарпи те пӗрле кӗресшӗнччӗ, анчах лешӗ чарчӗ. Кӗҫех пӗр ывӑҫ пек курӑк илсе тухрӗ.

— Акӑ, шӑршласа пӑх, — тӑсрӗ аллине.

— Э-э-э… Чеескер иккен эсӗ, мана ҫывӑрттарса ярасшӑн. Пӗлетӗп сана, куҫу, ав, мӗнлерех вылять. Шан сана.

— Тыт. Килӗшмесен…

— Ҫук, ҫук, кирлӗ мар.

Хуралҫӑ Нарпие шӑршлаттарас тесе курӑка вӑйпах ун тути патнелле илсе пычӗ. Лешӗ пӑркаланма тытӑнчӗ, кулкаласа курӑка туртса илсе айккинелле печӗ те арҫынна чуптурӗ. Лешӗ хӗҫҫине пӑрахрӗ те Нарпие ыталаса илсе тутинчен те, ҫара ӳтӗнчен те чуптума пуҫларӗ. Кӗҫех симӗс курӑк ҫине тӳнсе кайрӗҫ те йӑваланма тытӑнчӗҫ.

— Ку мӗнле хывӑнма пӗлмен япала пулчӗ вара? — илтӗнчӗ арҫын сасси.

— Чыс пиҫиххийӗ вӑл. Уҫҫисӗр уҫӑлмасть.

— Халех уҫнӑ пул.

— Манра мар ҫав, Улӑп айӗнче выртать вӑл, — терӗ Нарпи ура ҫине тӑнӑ май. — Ҫавна илсе тухмасӑр санӑн пулаймӑп. Улӑп патне кӗрт мана. Вара эсӗ ӗмӗтленни пурнӑҫланӗ.

Хуралҫӑ йӗри-тавралла пӑхкаласа илчӗ те килӗшрӗ, анчах леш хӗрарӑм килсе тухма пултарать тесе Улӑп патӗнче нумай тӑма хушмарӗ.

— Эсӗ леререх кайса тӑр та пӑхкала. Вӑл килнине курсассӑнах шви! шӑхӑр…

Арҫын, чӑнах та, леш хӗрарӑм ҫӳрекен ҫул патнерех кайса тӑчӗ. Нарпи васкасах пӳрте кӗрсе кайрӗ. Чаплӑ вырӑн ҫинче выртать иккен Улӑп. Калама ҫук тӗреклӗ те илемлӗ арҫын лӑпкӑн ҫывӑрать. Нарпи ӑна пӗрремӗш хут курать пулин те, пӑхса киленсе тӑмарӗ, ун пуҫӗ тавра хунӑ курӑка пуҫтарчӗ те алӑкран тухса печӗ. Унтан Улӑпа вӑратма пикенчӗ, икӗ аллипе тытсах силлерӗ. Лешӗ вӑранмасть. Аптранипе чуп туса та пӑхрӗ. Питӗ тарӑн ыйӑха путнӑ иккен вӑл. Улӑп хускалма пуҫланӑччӗ кӑна, лешӗ шви! шӑхӑрса ячӗ. Нарпи чупса тухрӗ. Асамҫӑ хӗрарӑм тӗрӗслеме килет иккен. Хуралҫӑ хӗрачана айккинерех ҫавӑтса утрӗ. Хӗрарӑм Улӑп патне кӗнӗкӗменех каялла чупса тухрӗ те пӗтӗм тавралӑх илтмелле: «Улӑп вӑраннӑ!» — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Каллех кӗрсе кайрӗ.

Хуралҫӑ хӑраса ӳкрӗ, Нарпирен уҫӑ ыйтрӗ. Лешӗ пушӑ алӑпах тухнине пӗлсессӗн тарӑхса кайрӗ.

— А-а-а… Эсӗ улталарӑн иккен. Эсех вӑратрӑн пулас. Сана-и… Вӑхӑт питӗ сахал-ха, хӑвӑртрах Эсреле пӗлтермелле.

Куҫне чарса пӑрахнӑ арҫын Нарпие йывӑҫ ҫумне ҫурӑмпа тӑратрӗ те аллисене хыҫалалла туса ҫыхса хӑварчӗ. Хӑй вара пушарти пек васкаса куҫран ҫухалчӗ…

Леш хӗрарӑм тӑрса ларнӑ Улӑп умӗнче ним тума аптраса тӑрать. Халӗ вара нимӗнле курӑк та пулӑшас ҫук. Эсрел килсессӗн… Ун умӗнче явап мӗнле тытмалла? Тӳрех касса пӑрахать ӗнтӗ.

Хӗрарӑм куҫне лайӑххӑн уҫайман Улӑпа питӗнчен, ҫӳҫӗнчен аллипе шӑлса ачашласа илчӗ.

— Аран вӑратрӑм сана, юратнӑ Улӑпӑм, — терӗ.

— Ӑҫта вара эпӗ? — ыйтрӗ Улӑп пӑхкаласа илсе. — Мӗншӗн вырӑн ҫинче выртатӑп?

— Ҫывӑрнӑ эсӗ, нумай ҫул хушши ҫывӑрнӑ. Юратьха хам ҫине тӑрса вӑратрӑм. Эсрел пӗлсессӗн вӗлерет ӗнтӗ мана.

— Эпӗ халь Эсрел патӗнче-им вара?

— Ҫапла, сана кунта питӗ хытӑ сыхлаҫҫӗ, никама та ҫывхартмаҫҫӗ. Аран кӗрсе вӑратрӑм сана, юратнӑ Улӑпӑм.

— Ав мӗнле иккен. Мӗн ятлӑ пулатӑн-ха эсӗ, ырӑ ҫыннӑм?

— Элпи теҫҫӗ мана.

— Тавах сана, Элпи, мана вӑратнӑшӑн. Чим-ха, халӑхӑм ӑҫта вара манӑн? Мӗншӗн вӗсем вӑратман?

— Инҫе вӗсем, тарса сапаланса пӗтнӗ. Маннӑ вӗсем сана.

— Апла эппин Эсрел халӗ те пурӑнать?

— Вӑйлӑ вӑл, паян вара нихҫанхинчен те вӑйлӑ. Ҫарӗ ун ҫав тери йышлӑ. Юратнӑ Улӑпӑм, итле мана. Санӑн халӗ сапаланса пӗтнӗ чӑвашсем патне каймалла та мар, Эсрел ҫӗршывне хӑв аллуна ҫавӑрса илмелле. Эсреле хирӗҫле ҫынсем вӗсем кунта та пур. Ҫавсене хӑв тавра пухмалла.

— Ҫук, мана ют ҫӗр пачах та кирлӗ мар. Ман хӑвӑртрах чӑвашсем патне ҫитмелле. \Ҫавсем мӗнле пурӑннине курасчӗ.

— Ну юрӗ, санпа тавлашма йывӑр. Хӑвӑнне хӑв пӗлетӗн. Эсӗ вӑраннӑ, эсӗ халь вӑйлӑ. Анчах манӑн халӗ ӑҫта кайса кӗмелле-ха? Хӑвна юратса вӑратрӑм та… Эсӗ ҫывӑрнӑ чухне юнашар выртса сахал мар ӑшӑтрӑм. Халӗ вара?… Пӗлетӗн-и эсӗ кунта мӗн пулса иртнине? Эсрел хушнипе ман сана наркӑмӑшлӑ курӑк хурса памалла пулнӑ. Эпӗ вара ҫывӑрмалли хурса пурӑнтӑм. Лешне вара Улӑп вӑл наркӑмӑш курӑкӗпе ҫывӑрать тесе улталарӑм. Сана юратнипе ӗнтӗ. Ҫав Эсрел чирлесе е вӑрҫӑра вилессе кӗтсе пурӑнтӑм, ӗҫ тухмарӗ. Пурӑнать те пурӑнать. Халӗ вара чӑтса тӑраймарӑм, сана вӑратрӑм. Эсрел умӗнче явап мӗнле тытмаллине ниепле те тавҫӑрса илейместӗп. Мӗн кӗтет-ха ӗнтӗ мана?

— Кала, мӗн тума пултарӑп-ха эпӗ саншӑн, хӑюллӑ Элпи. Тен, манпала пӗрле пырӑн?

— Кам шучӗпе пырӑп-ха?

— Мӗнле калас…

— Ҫук, ҫук. Ман кунтан кайма юрамасть, — терӗ Элпи ӑна Улӑп хӑй арӑмӗ тӑвасшӑн маррине туйса. Ҫапах та парӑнма шутламарӗ, шухӑшне кӑна кӑштах улӑштарчӗ.

— Енчен те мана кӑштах та пулин тав тӑвас тетӗн пулсан, ыталаса чупту, анчах чӑмӑртаса ан вӗлер. Юрат мана. Тутанса пӑх хӑвна юратса пурӑнакан хӗрарӑма.

Элпи кӗтсе тӑмарӗ, Улӑп мӑйӗнчен ҫакӑнчӗ те ӑна вӗҫӗмсӗр чуптума пуҫларӗ. Хӗрарӑмшӑн антӑхса ҫитнӗ вӑйпитти арҫыншӑн ку пачах та кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ парне тесен те юрать. Вырӑнӗ те хатӗрех…

Йывӑҫ ҫумне ҫыхса хӑварнӑ Нарпи вара чунӗ тӑвӑлса ҫитнипе макӑрса ячӗ. Ун чӗрине халӗ, ҫак йывӑр самантра, ним тума пултарайманни кӑшлать. Айван вӑл халӗ. Кӗҫех акӑ тата Эсрел тарҫисем йышлӑн килсе ҫитӗҫ. Ҫамрӑк Нарпирен мӗн тӑрса юлӗ? «Нивушлӗ пурнӑҫӑм ҫакӑнпа вӗҫленет вара, нивушлӗ ман валли нимӗнле ҫӑлӑнӑҫ та ҫук вара? — пӗтӗм вӑйӗпе туртӑнса илчӗ хӑраса ӳкнӗ Нарпи. — Нивушлӗ ҫакӑнта, ют ҫӗрте, манӑн ҫамрӑк ӳтӗме выҫӑ ҫӑхансем сӑха-сӑха тӑпӑлтарса ҫийӗҫ. Нивушлӗ текех Алмаса кураймӑп, хамӑн юратӑва ӑна параймӑп… Улӑп! Ҫӑлсам мана!»

Сасартӑк ҫыхса лартнӑ алӑран такам карт! туртрӗ. Унтан татах. Нарпи ҫаврӑнса пӑхрӗ: леш кашкӑр иккен. Акӑ вӑл кантрана кӑшласа татрӗ те пуҫне сулласа илсе айккинелле персе ячӗ.

— Тавах сана, шанчӑклӑ тусӑм, — терӗ савӑннипе Нарпи.

— Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ вӑл. Васка хӗрӗм, васка. Кунти хыпара Эсрел патне ҫитерчӗҫ ӗнтӗ.

Нарпи Улӑп ҫурчӗ патнелле вӑркӑнчӗ. Ак япала, алӑк патӗнчен инҫех те мар вӑрӑм хӗҫӗ йӑлтӑртатса выртать, леш хуралҫӑ питӗ васканипе манса хӑварнӑ иккен. Хӗрача хӗҫҫе икӗ аллипе ярса тытрӗ те алӑк патнелле чупрӗ. Шӑп ҫав самантра Элпипе Улӑп тухса тӑчӗҫ. Нумай ҫул хушши ҫывӑрнӑскер, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесех карӑнса илчӗ. Нарпи чӑтса тӑраймарӗ:

— Улӑп! Паттӑр Улӑп! Тытсам часрах ҫак хӗҫҫе. Васкамалла санӑн, чӑвашсем патне васкамалла.

— Кам вара эсӗ? — ыйтрӗ Улӑп.

— Нарпи эпӗ. Мана сан пата хӑв халӑху ячӗ. Сансӑр аптраса ҫитнӗ вӑл. Ҫавӑнпа килсе вӑратрӑм та ӗнтӗ сана.

— Чим-ха… Хӑшӗ вӑратнӑ вара мана, — пӑхса илчӗ Улӑп хӗрарӑмсем ҫине.

— Суять вӑл! Эпӗ вӑратрӑм сана, эпӗ… Вӑл кунта ҫывхарма та пултарайман.

— Улӑп, ан ӗнен ӑна, ҫак ултавҫа. Юрать-ха, вӑл хурса тӑракан ҫывӑрттаракан курӑка тухса петӗм. Ӗненмесессӗн ҫӗклемне кӑтартам. Ав ҫавӑнта выртать вӑл, — терӗ Нарпи тӗллесе кӑтартса. — Улӑп, тыт ҫак хӗҫҫе. Васкамалла пирӗн.

— Хӑшӗ тӗрӗссине калать вара кунта? — ыйтрӗ хыттӑн Улӑп хӗҫҫе тытса пӑхса.

— Ӗненмесессӗн, акӑ сана хамӑр укҫа. Пӗрле илсе килтӗм, — терӗ Нарпи.

Улӑп паттӑр тимлӗн пӑхса илчӗ укҫана, унтан тавӑрса пачӗ. Элпи вара ҫакна ним шарламасӑр пӑхса тӑчӗ. Вырӑнлӑ сӑмах тупаймарӗ. Капланса ҫитнӗ хаярлӑхне чараймарӗ, аллине ирӗке ячӗ, Нарпие вӑйпах паккама пуҫларӗ. Улӑп чарман пулсассӑн тем сиксе тухатчӗ. Нарпи хӑй те начарскер мар иккен, хирӗҫ тӑма хӑюллӑх ҫитерчӗ.

— Ултавҫӑ иккен эсӗ, — терӗ Улӑп Элпие хӑрах аллипе ҫӳлелле ҫӗклесе. — Апла мана ҫывӑрттарса усраканни эсӗ пулнӑ-ха?

— Хӑватлӑ Улӑп, каҫар мана. Айӑпли кунта эпӗ мар. Пӗтӗмпех Эсрел хушнипе пулса пычӗ. Тӗнче халӗ ҫавӑн аллинче. Ан вӗлер мана, юратнӑ ҫыннӑм. Каҫар мана. Хам ирӗкпе туман эпӗ ҫак ӗҫе.

— Юрӗ, хӗрарӑм ҫине алӑ хурса ҫылӑха кӗмӗп, — терӗ паттӑр Элпие айккинелле ывӑтса ярса.

— Тавах сана, Улӑп паттӑр. Тен, пурнӑҫра эпӗ те кирлӗ пулӑп-ха, — тесе Элпи вӑрманалла утрӗ.

Ҫак самантра ҫынсем кӑшкӑрашни, лашасем тулхӑрни илтӗнсе кайрӗ. Эсрел тарҫисем ҫывхараҫҫӗ пулас. Улӑп ҫакна сисрӗ, хӗҫҫине сулкаласа илсе темиҫе йывӑҫа касса пӑхрӗ, ҫивчӗшне тӗрӗслерӗ. Унтан вӑл ҫинҫе йывӑҫ вуллине касса шӗвӗртрӗ те Нарпие тыттарчӗ, ҫапӑҫма тивет терӗ.

— Улӑп паттӑр, сана пулӑшайӑп-ши? Тен, ҫапӑҫса вӑхӑта ирттерер мар, килелле васкар, — сӗнчӗ Нарпи.

— Улӑп чакма хӑнӑхман вӑл.

— Вӑл ҫапла пуль-те-ха, анчах ҫапӑҫмалли самантсем малашне те пулӗҫ-ха. Вӑйна тепӗр чухне кӑтартӑн. Атя, каяр кунтан, — терӗ те Нарпи Улӑпа аллинчен туртрӗ. Лешӗ килӗшрӗ…

Улӑппа шай ӑҫтан чупса пырӑн-ха ӗнтӗ? Вӑл пӗрре ярса пуссах таҫта ҫити мала ӳкет. Нарпи юлма пуҫларӗ. Ҫав самантра леш кашкӑр сиксе тухрӗ те хӗре хӑй ҫине лартрӗ. Вара вӗсем ӑнӑҫлах малалла вирхӗнчӗҫ…

Загрузка...