Улӑп ҫар пухнине пӗлсенех Эсрел чикӗ хӗррине ухӑран ӑста перекен юланутҫӑсене ячӗ. Вӗсен кӗтмен ҫӗртен сике-сике тухса кунталла килекен Улӑп ҫарне тапӑнса пӑхмалла, лешӗ мӗнлерех шайрине тӗрӗслемелле ҫапла майпа. Тен, сиен кӳрсе хавшатма та май килӗ? Ун пек чухне кӑшт ҫыртса пӑхни те теме тӑрать. Юланутҫӑсем ҫапла турӗҫ те. Васкамасӑр куҫса пыракан тӗп вӑйсене асӑрхасан сиксе тухрӗҫ те темиҫе хутчен ухӑ йӗпписем вӑркӑнтарчӗҫ. Лешсем хирӗҫ пеме пуҫличчен тарса ӗлкӗрес тесе каялла ҫаврӑннӑччӗ кӑна, Улӑп юланутҫисем сиксе тухрӗҫ те ҫавӑрса илчӗҫ, пӗр ҫын юлми шӗкӗлчерӗҫ. Ӗҫ ҫапла сиксе тухасса Улӑп малтанах чухланӑ ҫав, ҫара сыхлакан ушкӑнсем тунӑ та вӗсене маларах янӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Улӑп ҫулӗ ҫинче текех нимӗнле чӑрмав та сиксе тухмарӗ. Ыттисем тапӑнма хӑраса тӑчӗҫ. Вӗсен текех Улӑп вӑйлӑ ҫарпа килнине Эсреле пӗлтермелли кӑна юлчӗ апӑршасен.
Анчах лешӗ те тӗплӗн хатӗрленнӗ. Малти хуралсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Улӑп ҫарне таса уйра кӗтсе илме шутлаҫҫӗ иккен вӗсем, ҫарӑҫсене те вырнаҫтарса тухнӑ. Кам ӑҫтан сиксе тухмаллине, кам — маларах, кам хыҫаларах пымаллине пӗлеҫҫӗ.
Улӑпа вара пӗр шухӑш канӑҫ памасть. Мӗншӗн-ха вӗсене тӑшман хӑй ҫӗрӗ ҫинче кӗтсе илет? Тӗп хули те ытлашши инҫех мар-ҫке. Мӗнле те пулин вӑрттӑнлӑх, чеелӗх ҫук-ши кунта? Вара вӑл Эсрел суйласа илнӗ уя хӑй кайса пӑхма шутларӗ. Ҫарӑҫсене апатланса канма хушрӗ, асли шутӗнче, паллах, Юмана хӑварчӗ.
Акӑ Улӑп ҫӳллӗрех вырӑнтан лаши ҫинчен анмасӑр тавралӑха питӗ тимлӗн тишкерет.
— Мӗнле шутлатӑн эсӗ, юланутҫӑсене ӑҫта вырнаҫтарма пултарнӑ вӑл? — ыйтрӗ Улӑп хурал пуҫлӑхӗнчен.
— Калама пултараймастӑп, тен, ҫакӑ вӑл ун тӗп ҫарӗ те мар.
— Э-э-э… Ҫук, Эсрел ухмах мар вӑл. Куратӑн-и, айккинче пысӑках мар вӑрман татӑкӗ пур.
— Куратӑп.
— Юланутҫӑсене шӑпах ҫавӑнта тытать те ӗнтӗ вӑл. Тепӗр енче, ав, ҫӳллех мар сӑрт курӑнать. Ун хыҫӗнче те юланутҫӑсем тӑма пултараҫҫӗ. Вӑрттӑн ҫитсе килмелле унта. Тӗрӗслесчӗ. Вӑрманӗ пирки вара нимӗнле иккӗленӳ те ҫук манӑн. Пӑх-ха эсӗ ӑна, Эсрел шучӗпе пирӗн тӳрех ҫаксемпе тытӑҫса каймалла ӗнтӗ. Ҫав хушӑра икӗ енчен юланутҫӑсем сиксе тухмалла та пире хӗскӗче хупса лартса тураса тӑкмалла. Ҫу-у-у-к, Эсрел, кӗтсе илеймӗн ҫакна.
Ҫарӑҫ вӑл ахаль ҫын пек мар. Кӑмӑлӗ те урӑхла. Алла сӑнӑ тытрӑн, эппин, ҫапӑҫмалла. Ахальтен-и чылай вӑхӑт хушши тӗплӗн хатӗрленнӗ!
Улӑп каялла таврӑнчӗ те Юманпа канашласа пӑхрӗ, чылай пысӑк шурӑ чул ҫинче пӗр самант нимӗн шарламасӑр ларчӗ, унтан тин ҫӗрпӳсемпе пинпӳсене чӗнсе илчӗ. Ҫапӑҫу йӗркине сӳтсе яврӗҫ, ҫарӑҫсене, лашасене, тӗвесене ыран ирччен кантарас терӗҫ, ҫывӑрма выртассине тӗттӗмлениччен кӗтме хушмарӗҫ. Улӑпӑн хӑйӗн те канса илмелле. Тен, ыран Эсрелпе тытӑҫма тивӗ?
Ҫӗрлехи вӑхӑт вӑрттӑнлӑхпа пуян. Тем те сиксе тухма пултарӗ, уйрӑмах икӗ вӑйлӑ ҫар хире-хирӗҫ тӑнӑ чухне пӑтравлӑ. Ҫавӑнпа та Улӑп Юмана каҫхи хурала вӑйлатма хушрӗ. Ывӑлӗ ашшӗ хушнине пурнӑҫларӗ, унтан пулас ҫапӑҫу хирне хӑй ятарласа кайса пӑхрӗ. Нихӑҫан сухаласа тырӑ акман вырӑн. Леш вӑрмантан кӑшт кунтарах пӗчченшерӗн ӳсекен йывӑҫсем пур. «Юланутҫӑсем ҫавӑнтан сиксе тухаҫҫӗ пуль ӗнтӗ», — шутласа илчӗ ашшӗ каланине аса илсе. «Чим-ха, енчен те ҫав сайра йывӑҫсенчен лайӑх карӑнтарса тӗреклӗ пӑявсем ҫыхса хурсассӑн?…»
Ҫак шухӑш пӗрле пӑхса тӑракансене те килӗшрӗ. Анчах мӗнле пурнӑҫламалла-ха ӑна? Ытла та хӑрушӑ вырӑн вӗт. Эсрел ҫыннисем асӑрхасан? Ҫапах та хӑюллӑ ҫарӑҫсем тупӑнчӗҫ, ҫур ҫӗр ҫывхарнӑ тӗле пӑяв ҫыххисене илчӗҫ те тухса шурӗҫ…
Хӗвел тухнӑ-тухманах пурне те сӑрнай сасси вӑратрӗ. Паян калама ҫук яваплӑ кун, мӗн парнелет-ши вӑл чӑвашсене: пурнӑҫ е вилӗм? Пӗрле килнӗ ҫамрӑк мӑчавӑр йӗркеленипе пурте хӗвеле хирӗҫ чӗркуҫленсе ларчӗҫ те турӑран, хӗвелтен, вилнӗ ватӑсенчен ҫӗнтерӳ ыйтрӗҫ. Вара тин ирхи апата ларчӗҫ.
Кӗҫех темиҫе пинлӗ ҫар ҫапӑҫу хирне тухса тӑчӗ. Лешсем те кӗтсех тӑнӑ, ретӗн-ретӗн тӑрса тухнӑ. Малтисем пурте вӑрӑм сӑнӑ тытнӑ. Акӑ, икӗ ҫар пӗр-пӗрин патне тата ҫывӑхарах пырса тӑчӗ, вӗсен хушши ик ҫӗр утӑмран ытла та мар. Улӑппа Эсрел те пӗр-пӗрне палласа илчӗҫ ӗнтӗ.
Авалхи йӗркепе малтан икӗ паттӑрӑн тухса ҫапӑҫмалла. Улӑп Эсреле кӗтнӗччӗ, анчах вӑл хӑй тухмарӗ, Озала кӑларчӗ. Ҫакна курсан Юман хӑйне кӑларма ыйтрӗ, тархасласах ҫине тӑчӗ. Улӑп хӑй тухнӑ пулӗччӗ, анчах ку ҫын Эсрел мар вӗт, ӑна ҫӗнтерсен те чысӗ пысӑках мар.
— Ывӑлӑм, халӑх вӑйӗ сана пултӑр! — терӗ те Улӑп аллипе малалла тӗллерӗ.
Юман лаши ҫапӑҫу вырӑнне тапса сикрӗ. Акӑ, вӗсем хӗҫҫисене ҫӗклерӗҫ, сулахай аллисенче ҫӳхе тимӗртен тунӑ хӳтлӗх. Ҫирӗп хурҫӑ янравӗ аякранах илтӗнет, каҫхине пулсан, тен, хӗм сирпӗнни те курӑнатчӗ-тӗр. Лашисем те чӗввӗн тӑраҫҫӗ, мӗн пулса иртнине чухлаҫҫӗ вӗсем те. Ҫамрӑккипе асли ҫапӑҫаҫҫӗ. Озалӑн ӑсталӑхӗ пысӑкраххи сисӗнет, Юман вара тӗреклӗрех, вӑйлӑрах. Вӑл сулса янӑ хӗҫӗ тӗл лекес-тӗк, ӑнӑҫу пулмаллах! Акӑ, лашисем кӑштах каялла чакрӗҫ те каллех пӗр-пӗрин патнелле ыткӑнчӗҫ, Юман хӗҫне вӑйпа сулса ячӗ те лешӗн хӗҫҫи сирпӗнсе кайрӗ. Ҫакӑ ҫамрӑк паттӑра татах та хӑюллӑрах ҫапӑҫма хистерӗ. Озал хӳтлӗхе сылтӑм алла куҫарса сыхланма тӑрӑшрӗ, анчах ӗҫ тухманнине сисрӗ те каялла тарма шутларӗ. Юман лаши кайӑк пек вӗҫсе ҫитсессӗн паттӑр хӗҫҫи хӗвел ҫинче йӑлкӑшса илчӗ те Озал пуҫӗ сирпӗнсе кайрӗ. Пуҫланчӗ вара…
Эсрел малтан вӑрӑм сӑнӑ йӑтнӑ чӑвашсене кӗртсе ячӗ. Ниҫта кайса кӗме ҫук, малта хамӑрӑннисем, хыҫалта ухӑ перекенсем. Ирӗксӗрех ҫапӑҫма тивет. Пурпӗрех вилӗм. Акӑ, пӗри хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ: «Чӑвашсем! Эсреле хирӗҫ каяр!» Ҫакна илтсен темиҫе ҫын сӑнӑсене каялла тӗллерӗ, вӗсем хыҫҫӑн — ыттисем…
Ҫакна ҫӳллӗ вырӑнтан пӑхса тӑракан Эсрел курчӗ, вӑрман еннелле ҫаврӑнса аллине сулчӗ. Лерен юланутҫӑсем вӑркӑнса тухрӗҫ. Ак чӗмере, чи малтисен лашисем пӗрин хыҫҫӑн тепри сирпӗне-сирпӗне кайрӗҫ. Вӑрттӑн карнӑ пӑявсем хӑй ӗҫне турӗҫ. Ҫитменнине тата ҫав самантра Улӑп та хӑйӗн утлӑ ҫарне кӑларса ячӗ. Эсрел сӑрт еннелле ҫаврӑнса аллине сулчӗ. Каллех лашасем курӑнса кайрӗҫ. Кусен ҫулне те Улӑп юланутҫисем пӳлчӗҫ. Вӑрҫӑ хирӗ хӗҫ янравӗпе, лашасем тулхӑрнӑ, ҫынсем кӑшкӑрнӑ сасӑпа тулса ларчӗ.
Эсрел ҫумӗнче тӑракансем кунтӑксене уҫрӗҫ те кӑвакарчӑнсене кӑларса ячӗҫ. Лешсем пӗр ушкӑна пухӑнса вӗҫсе ҫаврӑнчӗҫ те хуланалла васкарӗҫ. Ҫакӑ вӑл ҫапӑҫнӑҫемӗн чакса пымаллине пӗлтерет. Каярах вара чупсах тарчӗҫ.
Юман-паттӑр хыҫалтан хӑваласшӑнччӗ, анчах ӑна Улӑп тытса чарчӗ. Ытла хӗрӳллӗскер, вӑрҫӑ йӗркисене пурне те пӗлмест-ха вӑл. Унта темле чеелӗх те сиксе тухма пултарӗ. Таҫталла илӗртсе кайӗҫ те кунта юлнисене хӳтӗлекен тупӑнмӗ. Аманнисене те, вилнисене те тирпейлеме хушусем тумалла. Ҫав хушӑрах тата тӑшмана ытлашши инҫе кайма та памалла мар. Меллӗ вырӑн тупса вырнаҫсан пысӑкрах сиен кӳме май пур.
Кӑштах сывлӑш ҫавӑрса ярсан — тӑшман хыҫҫӑн малалла. Эсрел вара ниҫта чарӑнса тӑмасӑр тарчӗ. Хулан тӑватӑ енчи тӑватӑ хапхи ун ҫарне кӗтсе уҫӑ тӑрать. Улӑп ҫарӗ ҫитнӗ ҫӗре хула хапхисем хупӑнса питӗрӗнчӗҫ. Акӑ, Эсрел ҫыннисем ҫӳллӗ хӳме тӑрне улӑхса тӑчӗҫ те ухӑпа пеме пуҫларӗҫ. Сӑнӑ ывӑтакансем те пур. Патне те ямаҫҫӗ. Хӑйсене лектерме ниепле те май ҫук, кӑкӑр таран ҫеҫ курӑнаҫҫӗ, сӑннине пенӗ хыҫҫӑн пӗшкӗнеҫҫӗ те курӑнми пулаҫҫӗ. Вӑрӑм пусмасемпе хӑпарма пулӗ-ха, анчах вӗсене ҫителӗклӗ таран туса хатӗрличчен вӑхӑт нумай кирлӗ. Мӗн тумалла-ха?
Эсрел хӑй хули тавра хӳме тытни ҫинчен Улӑпа пӗлтернӗччӗ-ха, анчах ҫакӑн пек ҫӳллӗскер тесе шутламан. Юман та нимех те сӗнеймест. Кун пек ҫарӑҫсене пӗтерни ҫеҫ.
Шӑпах ҫапла пуҫ ватса тӑнӑ вӑхӑтра Улӑп патне Ахмата илсе пычӗҫ. Лешӗ, ҫар пуҫлӑхне пӗрремӗш хут кураканскер, тӳрех чӗркуҫленсе ларчӗ те пуҫне усрӗ.
— Каламалли пур тет вӑл, анчах Улӑпа хӑйне кӑна тет, — пӗлтерчӗ хурал.
— Апла пулсассӑн ыттисем кайччӑр. Юман эсӗ кунтах юл.
— Улӑп паттӑр, итле мана. Ҫарӑҫсен пӗр ушкӑнне инҫетрен ҫаврӑнса кӑнтӑр енчи хапха патне илсе тух. Кусем вара ҫакӑнтанах йӗкӗлтесе тӑччӑр. Шалта унта хапхана уҫма хатӗр ҫынсем пур. Ыттине вара хӑвӑр пӗлӗр.
— Кам пулатӑн эсӗ? — ыйтрӗ Юман.
— Ахмат эпӗ, Минеслу йӑхӗнчен.
— Апла кайрӑмӑр! — терӗ Ахмата Улӑп хӑйӗн ирӗклӗ лаши ҫине утланма сӗнсе.
Юман кунта мӗн тумаллине ӑнланчӗ, пӗрмаях тапӑнса тӑмалла. Лешсем вара юланутҫӑсемпе каялла чакнӑ пек турӗҫ те Ахмат хыҫҫӑн кайса кӑнтӑр енчи хапха патнелле вӗҫтерчӗҫ.
Эсрел ҫурҫӗр енчи хапха патӗнче кӑтартусем парса тӑнӑ вӑхӑтра Ольгӑпа ун майлисем, вӗсен шутӗнче Остаппа Махмуд та, хапха патне пычӗҫ те чарӑнчӗҫ. Ольга хапхана сыхлакан ушкӑн пуҫлӑхне айккинерех чӗнсе илчӗ те хӑй шухӑшне пӗлтерчӗ.
— Пӗтетпӗр вӗт. Улӑп патне хам каятӑп. Кӑларса яр мана.
— Ҫук, ҫук, — хӑраса ӳкрӗ лешӗ, — Эсрел никама та уҫма хушман. Мӗншӗн хӑй патӗнчен тухмастӑн тата?
— Пӑх-ха, мӗн мӑкӑрланать унта?
Чӑнах та, хулара пушар пуҫланнӑ иккен. Пӗр тавҫӑруллӑ чӑвашӗ ухӑ йӗппи вӗҫне ҫӗтӗк чӗркет те ирӗлтернӗ тӗве ҫӑвне пуҫса илет, унтан ҫунса тӑракан кӑвайтран чӗртсе ярса ухха хӳме урлӑ тӗллет. Кӗҫех ҫавӑнталла вуншар сӑнӑпа ухӑ йӗппи вӗҫме пуҫлать. Унта та кунта пушар сиксе тухать. Ҫакна Эсрел пачах та кӗтмен.
Хула ҫунма пуҫланине курсан хапха хуралӗ хӑраса ӳкет. Ольга вара ҫине тӑрсах тархаслать, ӗҫ ӑнӑҫлӑ вӗҫленсен кусене кермен сыхланӑ ҫӗре илме сӑмах парать, аллине ылтӑн укҫа тыттарать. Лешӗ парӑнать. «Кӑшт кӑна уҫатӑп, эсӗ вара хӑвӑрт тухса кай», — тет.
Ҫав хушӑра хапха тӑрринче тӑракан Махмуд сӑнӑ вӗҫне тутӑр ҫыхса суллать. Хапха кӑшт уҫӑлсанах айккинерех тӑракан Остаппа юлташӗсем чупса пыраҫҫӗ те хурала ҫапса пӑрахса хапхана яриех уҫса яраҫҫӗ. Малта Ахмат вӗҫтерсе пырать, ун хыҫҫӑн хӗҫӗ тытнӑ юланутҫӑсем. Улӑп та вӗсемпех. Ольга вара аран пӑрӑнса ӗлкӗрчӗ. Ахмат лашине кӑштах чарчӗ те сиксе анчӗ, Ольга патне чупса пычӗ. Ҫав хушӑра вӗсем ҫинелле хӳме тӑрринчен сӑнӑсемпе ухӑ йӗпписем вӑркӑнчӗҫ. Иккӗшӗ те ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗҫ…
Шал енче хӳме тӑррине хӑпармалли сӗвек вырӑнсем пур иккен. Юланутҫӑсем ҫакна хӑвӑрт тавҫӑрса илчӗҫ те лашисене ҫавӑнталла хӑваларӗҫ. Лешсем вара хӑраса ӳкнипе унталла та кунталла сикме тытӑнчӗҫ.
Улӑппа Эсрел шӑпах кермен умӗнчи тӑваткӑлта тӗл пулчӗҫ, хӗҫҫисене хытӑ чӑмӑртаса тытрӗҫ те ҫапӑҫма пуҫларӗҫ. Усалпа Ырӑ хушшинчи кӗрешӳ. Ҫӗр чӗтресе тӑрать, ӑнсӑртран хӗҫ тивнӗ йывӑҫсем тӳне-тӳне каяҫҫӗ. Улӑп кун пек хаяррӑн ҫапӑҫнине ку таранччен никам та курманччӗ. Лешӗ те парӑнасшӑн мар, пӗтӗм вӑйне хурать. Ҫапах та Улӑп хӗҫҫи хӑй ӗҫне турӗ, Эсрел пуҫӗ татӑлчӗ…
Хула хапхисем пурте уҫӑ иккен. Нарпи те кунтах. Остаппа аманнӑ Махмуд ыттисем пулӑшнипе Ольгӑпа Ахмата йӑтса килчӗҫ те Эсрелпе юнашар вырттарчӗҫ. Виҫӗ вилӗ — икӗ шӑпа. Пӗри тӗнче пуҫлӑхӗ пуласшӑн сӗкӗнчӗ, иккӗшӗ ирӗклӗхшӗн пуҫне хучӗҫ.
Улӑп патне Эсрелӗн аслӑ ывӑлне илсе пычӗҫ. Кӗҫӗнреххи ҫапӑҫура пуҫне хунӑ иккен. Ку вара вӑрҫӑ пуҫлансан та ҫуртӗнчен тухман, чиперккесен ытамӗнчех юлнӑ.
— Ҫӗнтерӳҫӗ умӗнче пуҫӑма таятӑп. Эсӗ хушнине, Улӑп-паттӑр, пурне те тума хатӗр. Пуҫӑма кӑна ан кас.
— Мӗншӗн ҫапла калатӑн вара? Улӑп ҫын юнӗшӗн кӑна ҫунать тетӗн-им? Ҫук, айӑпсӑр ҫынна тӗкӗнме аллӑм ҫӗкленмест. Текех кунти хуҫа эсӗ пулатӑн. Улӑпа хирӗҫ вӑрҫӑпа тухмастӑп тесе сӑмах пар. Пӗтӗм халӑх илтмелле кала.
Лешӗ хӗпӗртесех сӑмах пачӗ, хӑйне чӗрӗ хӑварнӑшӑн тав турӗ.
— Мана пурӗ те икӗ япала кӑна кирлӗ. Пӗри — туртса илнӗ ҫӗрсене каялла тавӑрасси, тепри — кунти чурасене киле ярасси.
Ҫав хушӑра Нарпи Юмана хӑлхаран темӗскер каларӗ.
— Эпӗ хирӗҫ мар, — терӗ Эсрел ывӑлӗ.
— Кунта Алмас ятлӑ ҫамрӑк турхана вӑйпа тытса усранӑ теҫҫӗ, ҫавна курасчӗ, — ыйтрӗ Юман.
— Алмас тенине илтнӗччӗ, анчах вӑл ӑҫтине калаймастӑп.
— Эсрел ӑна кунти чӑвашсенчен йӗркеленӗ ҫарӑҫсене ертсе пыма уйӑрса лартнӑччӗ. Вӑрҫӑ хирӗнче ӗнтӗ вӑл, — пикенчӗ ӑнлантарма пирпе ҫыхса янӑ аллине ҫӳлелле кӑнтарса тӑракан Махмуд.
«Апла вӑл ҫапӑҫӑва чи малтан кӗнисен шутӗнче пулнӑ иккен», — тавҫӑрса илчӗ Нарпи.
— Улӑп-аттемӗр, ирӗк парсам мана Алмаса шырама кайма.
— Тупсан калӑр, ман унпа калаҫмалли пур, — терӗ Улӑп.
Юман та пӗрле пыма шутларӗ, темиҫе юланутҫӑна суйласа илчӗ те Нарпие хӑй умне лартса лашине хӑваларӗ…
— Улӑп-паттӑр, тавах сана пире ирӗке кӑларнӑшӑн, — терӗ Остап. — Анчах ҫакна пурте кӗтсе илеймерӗҫ. Акӑ, вӗсем хапха уҫса кӗртекенсем, иккӗшӗ те юнашар выртаҫҫӗ.
Улӑп вара Ахмата пӗрле илсе кайма хушрӗ. Ольгӑна кунтах пытарас терӗҫ.
— Улӑп-паттӑр, ман калаҫмалли пур. Кермене кӗрсе чыс тумӑн-ши? — сӗнчӗ Эсрел ывӑлӗ.
— Юрать, эсӗ патша пуканӗ ҫинче мӗнле ларнине курам, эппин. Анчах эпӗ нумайлӑха мар, каҫчен ҫар вырнаҫнӑ ҫӗре ҫитмелле.
Акӑ вӗсем Эсрелӗн капӑр пӳлӗмне кӗчӗҫ. Патша пуканӗ ҫинче пӗр хӗрарӑм лара парать, Эсрелӗн пӗрремӗш арӑмӗ иккен. Ҫавӑ хуҫа пуласшӑн.
— Ывӑлӑм, васкама кирлӗ мар. Сана ҫак пукан ҫине ларма иртерех-ха. Малтан ҫӑмӑлттай шухӑшсене пӑрахасчӗ. Сана эпӗ пӗр ҫуллӑха Улӑп патне яратӑп. Эсӗ вара, Улӑп-паттӑр, унтан чӑн-чӑн арҫын тума тӑрӑш, ӗҫлеттер, пурнӑҫа вӗрент, ҫынлӑхне вӑрат. Ашшӗ хаярлӑхпа пуҫне хучӗ, кун вара ясарлӑхпа пӗтес хӑрушлӑх пур.
— Ҫук, ҫак ватсупнӑна ан итле. Вӑл тем те калӗ. Кай кунтан, — терӗ те ывӑлӗ амӑшне ҫӳллӗ пукан ҫинчен туртса антарчӗ.
Ҫакӑн пек намӑса курас мар тесе Улӑп тухса утрӗ. Унта ӑна каялла кайма хатӗрленнӗ ҫӗнтерӳҫӗсем кӗтсе тӑраҫҫӗ.
Нарпипе Юман ҫитнӗ ҫӗре аманнисемпе вилнисенчен чылайӑшне пӗр ҫӗре пуҫтарнӑ ӗнтӗ. Анчах вӗсен хушшинче Алмас курӑнмасть.
— Нарпи! Алмаса тупрӑмӑр! — кӑшкӑрчӗ тепӗр арҫынна йӑтса килекенсенчен пӗри. Нарпи чупса пычӗ, чӑнах та Алмас иккен, чӗрех, анчах питӗ йывӑррӑн сывлать.
— Алмас! Алмас! — чӗнчӗ Нарпи. Лешӗ нимӗн те шарламарӗ, тӑнне ҫухатрӗ.
Акӑ ӑна шӑналӑк ҫине вырттарчӗҫ. Нарпи кӑнтарса тӑракан ухӑ йӗппине туртса кӑларчӗ те кӑшкӑрса ячӗ:
— Эй, Турӑ! Мӗн туса хутӑм-ха эпӗ!? Ку ухӑ йӗппи манӑн вӗт! Алмас, каҫар мана. Инҫетрен паллаймарӑм сана. Эх, ҫав Эсреле ӑна!?
Чунӗ тӑвӑлса ҫитнипе куҫҫульне ҫӑтса йӗрекен Нарпи ухӑ йӗппине хуҫрӗ те айккинелле печӗ, унтан хулпуҫҫи урлӑ ҫакнӑ ухха вӑркӑнтарса ячӗ. «Куҫӑм ан куртӑр ҫак япаласене», — терӗ.
— Суранне курӑк шывӗпе сӗресчӗ, — илтӗнчӗ тахӑшин сасси.
— Ҫук ӗнтӗ, ухӑ йӗппи наркӑмӑшлӑ.
Нарпи пурпӗрех парӑнма шутламарӗ, Алмас кӗпине туртса ҫурчӗ те кӑкӑртан тапса тӑракан юна ӗмсе илеиле айккинелле сурчӗ. Ӳчӗ вара ҫамрӑк турханӑн кӑвар пек вӗриленсе кайнӑ, тутана пӗҫертет.
Ҫакӑнта пулса иртнине Юман нимӗн шарламасӑр пӑхса тӑчӗ. Нарпи ҫав тери ҫине тӑни ун кӑмӑлне самай хускатрӗ. Алмас вырӑнӗнче хӑйӗн пулас килнӗ самант та сисӗнчӗ, паллах, суранланнӑ сӑлтавпа мар ӗнтӗ. Сывлӑх йӗркеллӗ чухне ҫакӑн пек таса туйӑм курасчӗ унӑн. Савӑннипе пӗлӗте ҫити вӗҫсе кайӗччӗ. Анчах мӗн тӑвӑн-ха, Нарпи Алмаса савать.
Нарпи ҫӗрӗпех Алмас ҫумӗнчен хӑпмарӗ, куҫне пӗртте хупмарӗ. Аякра-аякра кашкӑрсем чылайччен хурлӑхлӑн уларӗҫ. Хӗвел тухнӑ тӗлелле турхан куҫне уҫрӗ те Нарпи ҫине питӗ тимлӗн пӑхса илчӗ. Лешӗ хӗпӗртенипе пӗрремӗш хут чуптуса илчӗ те: «Маттур, Алмас, маттур», — терӗ сылтӑм аллипе пуҫӗнчен шӑлса. Анчах ҫак самант нумая пымарӗ, Алмас пӗтӗм вӑйне пухса хыттӑн туртӑнса илчӗ те куҫне хупрӗ, тепӗр самантран сывлами пулчӗ. Сывпуллашрӗ, мӗскӗн. Ҫут тӗнчемӗр ҫине юлашки хут пӑхса илчӗ. Нарпи куҫӗ шыва ӳкнӗ шӑрҫа пек куҫҫуль ӑшне путрӗ, йӑлкӑшса тӑракан ирхи хӗвел те ӑна хӑмӑр тӗслӗн курӑнчӗ. Чӗре те, темӗскер тухса ӳкнӗ пек, пушанса юлчӗ, шанчӑк сӳнчӗ.