ХIV

Хӑй кӗпине илемлетсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Элпи Юман валли капӑр шупӑр ҫӗлеме хушнӑччӗ. Шӑпах ҫӗвӗҫсемпе калаҫса тӑнӑ вӑхӑтра Минеслу кӗчӗ. Сывлӑх сунчӗ те тӳрех хӑй сӑмахне пуҫларӗ.

— Микка кам хушнипе аппаланать вара вӑл? Мӗнле ҫурт пирки пакӑлтатса ҫӳрет? Паян, ав, ҫынсене ӗҫе хӑваласа тухнӑ. Эсӗ хушнипе-и вара?

— Кермен лартаҫҫӗ вӗсем. Улӑп валли парне хатӗрлес тетӗп-ҫке.

— Ӑнланма май ҫук сана, упӑшкупа ывӑлу вӑрҫӑра асап кураҫҫӗ, виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ хӗрӳ ҫапӑҫу пырать, эсӗ вара хӑвна питӗ ҫӑмӑлттайла тытатӑн. Сан пуҫунта хитре кӗпе те чаплӑ кермен…

Минеслу кӗтмен ҫӗртен килсе кӗрсе ҫапла калаҫни Элпие, паллах, килӗшмерӗ. Ҫитменнине тата ыттисен умӗнче хирӗлет. Ҫӗвӗҫсем, ав, Элпи патшана курсанах пуҫне чиксе кӗтсе илеҫҫӗ. Ку вара кӗнӗ-кӗменех тӗпчесе ыйтма тытӑнчӗ. Калаҫӑва кунтах малалла тӑссассӑн тем те сиксе тухӗ.

— Минеслу турхан, — хӑйне аран алла илсе сӗнчӗ Элпи. — Атя-ха хам пата каяр, унта калаҫар.

Картишне тухнӑччӗ кӑна, хӗрарӑмсене хирӗҫ туя тытнӑ Улӑп ҫумӗ хирӗҫ пулчӗ, хытӑ уксахлать. Сулахай аллине шурӑ пирпе ҫыхса мӑйӗнчен ҫакса янӑ.

— Сывлӑх сунатӑп сире, Элпи, хыпарсем чаплах мар, — терӗ арҫын сурансем ыратнипе ҫӳҫенсе илсе.

— Юман аманман пуль те? — хӑраса ӳкрӗ хӗрарӑм.

— Вӗсем иккӗшӗ те сывах-ха, паттӑррӑн ҫапӑҫаҫҫӗ. Эпӗ ав… Хӑвӑрах куратӑр, текех вӗсене пулӑшаймӑп ӗнтӗ. Аманнисем чылайӑн, ҫавсене илсе килтӗм.

— Вӗсем ӑҫта тата? — хыпӑнса ӳкрӗ Минеслу.

— Килӗсене яма тиврӗ. Мӗн туса пурӑнатӑр вара эсир кунта? Мӗншӗн халӗ те сыватмалли ҫурт хатӗрлемен?

— Ӗлкӗреймерӗмӗр. Курӑксем хатӗрленӗ-ха. Ҫителӗклех. Вилнисем те пур-и вара?

— Вӑрҫӑ унсӑр пулмасть ӗнтӗ.

— Атьӑр-ха, кӗрер, ларсах калаҫар, — сӗнчӗ Элпи сусӑрланнӑ арҫын ура ҫинче аран тӑнине асӑрхаса.

Улӑп арӑмӗ кӗнӗ-кӗменех чаплӑ пукан патне васкарӗ, вара тин кусене ларма сӗнчӗ. Калаҫӑва малалла Улӑп юлташӗ тӑсрӗ, вӑрҫӑри лару-тӑру ҫинчен тӗплӗнрех пӗлтерчӗ. Хӗҫсем, ухӑ йӗпписем ҫитмеҫҫӗ иккен. Ҫарӑҫсем те сахалланса пыраҫҫӗ.

— Чим-ха, мӗншӗн тимӗрҫӗ лаҫҫинче мӑлатук сасси илтӗнмест вара? Халӑх ӑҫта?

— Кермен лартнӑ ҫӗрте вӗсем, — персе ячӗ тарӑхнипе чӑтаймасӑр Минеслу.

— Мӗнле кермен?

— Улӑп валли, — пӗлтерчӗ Элпи.

— Ӑна халӗ кермен мар, хӗҫӗ кирлӗ. Улӑп сана ҫапла хушса ячӗ: мӗнпур укҫана, пуянлӑха тимӗр илнӗ ҫӗре ятӑр терӗ. Тӳрех калатӑп, вӑхӑтра пулӑшмасан пӗтетпӗр. Е эпир, е вӗсем…

— Укҫине ӑҫтан тупӑпӑр-ха?

— Кунта ларнипе нимӗн те малалла каймасть. Санӑн халех халӑх умне тухмалла, — сӗнчӗ Минеслу.

— Мӗн калӑп-ха эпӗ ӑна?

— Тӗрӗссине каламалла. Эсӗ пуҫласа кӑна пар, ыттине веҫех хам каласа парӑп, — терӗ аманнӑ ҫарӑҫӑ. — Ялсем тӑрӑх каяр, ҫынсенчен пулӑшу ыйтар.

«Енчен те Эсрел ҫӗнтерсе килсессӗн мӗн кӗтет-ха мана? Е Юмана тыткӑна илсессӗн?… Ирӗклӗх пулӗ-ши?… Ҫук, Эсреле тӗп тумаллах ӑна. Вара ӗмӗтленни те пурнӑҫа кӗрӗ», — турӗ пӗтӗмлетӳ чее хӗрарӑм Элпи. Пукан ҫинчен тӑчӗ те чаршав хыҫне кӗрсе кайрӗ, унтан енчӗкпе тухрӗ.

— Акӑ, мӗн пуррине пӗтӗмпех паратӑп. Ыттине хӑвӑр пӗлӗр. Ман енчен чару ҫук, — терӗ Элпи. Кун пек ҫӑмӑлрах та, хӑвӑн чупса ҫӳресси ҫук. Хӑйсемех тем тума та хатӗр. Енчен те ӗҫсем ӑнӑҫлӑ вӗҫленсен чапӗ пурпӗрех Элпие тивет.

Ҫак самантра кусем патне иккӗн, амӑшӗпе хӗрӗ, кӗрсе тӑчӗҫ. Пӗрин аллинче хушпу, теприн — тухья.

— Элпи патшамӑр, йышӑнсам пирӗнтен ҫак япаласене, — терӗ амӑшӗ. — Аманса килнӗ упӑшкам веҫех каласа пачӗ. Май килсессӗн ҫак кӗмӗлпе хурҫӑ туянса хӗҫ тутар.

— Ку тухьяна кукамай парса хӑварнӑччӗ. Ҫӗнтерӳшӗн пултӑр, — терӗ хӗрӗ.

— Хӗрӗме ухӑран пеме вӗрентрӗм. Кирлӗ пулсан ӑна та ҫара илӗр.

— Юманпа пӗрле ҫапӑҫма хирӗҫ мар эпӗ.

— Чылайӑшӗ, ав, юлашки тимӗр япаласене йӑтса тимӗрҫ лаҫҫине утрӗ, — пӗлтерчӗ амӑшӗ.

— Юрӗ. Ҫынсене пухӑр. Калаҫар эппин, — тинех татӑклӑн каларӗ сӑмахне пур енчен те хӗссе ҫитернӗ Элпи.

Лешсем тухса кайсанах Чӗкеҫ кӗчӗ, юлашки хыпарсене пӗлтерчӗ. Аманнисем килнине пӗлсенех кермен лартма тытӑннисем пӑрахса тарнӑ иккен, усал Микка та тытса чарайман вӗсене. Майӗ те ҫук, кашнин тӑванӗ вӑрҫӑра чухне унти хыпара кӗтмен ҫын ҫук.

— Кала-ха, халӑх умне мӗнле тумпа тухас-ши? Тен, ҫӗнӗ кӗпепе?

— Темле ҫав. Ӗҫсем мӗнлерех пынине шута илсессӗн ытла чаплӑ тума килӗштерӗҫ-ши?

— Юрӗ эппин, ӑна тӑхӑнмалли самант ҫитӗ-ха. Мӗн калӑп-ха ҫынсене?

— Чеерех пул, вӑрҫӑ пӗтсессӗн савӑнӑҫлӑ пурнӑҫ пуҫланать те, хӑв майлӑ ҫавӑрма тӑрӑш. Сӑмах пама ан ӳркен. Халӑх ӗненет вӑл. Асту, хаярлӑхна пӗр пӗрчӗ те ан кӑтарт. Санӑн патшана лармалла. Паян сана унччен шарламаннине калатӑп.

— Мӗн пирки тата?

— Эсӗ, мӗн, Улӑпа пурте килӗштереҫҫӗ тетӗн-им? Ҫук ҫав, уйрӑмах сыпма юратаканнисем кӑмӑлсӑр. Ытлашши нумай ӗҫлеттерет текенсем те пур.

— Юрӗ, эсӗ кайса пӑх-ха. Эпӗ халех тухӑп, — терӗ Чӗкеҫе Элпи.

Хӗрарӑм патша йӗсрен якатса тунӑ тӗкӗр тытрӗ те ҫи-пуҫне тӳрлеткелерӗ, майланчӗ-юсанчӗ. Ҫав самантра ун умне сасартӑк Ишетер сӑнӗ тухса тӑчӗ. Хӑй чӗлхипе темӗскер каласшӑн, анчах хӑраса ӳкнӗ Элпи тӗкӗре ывӑтса ячӗ.

— Эй, турӑ! Тӗлӗк-и ку? Каҫар мана, турӑ, каҫар!

— Ха-ха-ха… Ҫук ӗнтӗ, турӑ текех сан майлӑ мар, — илтӗнчӗ арҫын сасси.

Элпи хӑранипе урама чупса тухрӗ. Унта ҫынсем пуррине курсан чарӑнса тӑчӗ, хӑйне алла илме тӑрӑшрӗ. Инҫетри тимӗрҫ лаҫҫинче хӗҫ туптани илтӗнсе кайрӗ…

Ҫынсем килӗсене саланса пӗтнӗ хыҫҫӑн Микка пӗчченех тӑрса юлчӗ. Мӗн тумалла-ха? Элпи патне каясши? Вӑрҫса тӑкӗ те… Ҫук, тӑхтамалла кӑштах, вӑхӑт иртсессӗн хаярлӑх та чакӗ.

Килӗнче ӑна ача амӑшӗ пулма хатӗрленекен Калима кӗтсе илчӗ, яланхи пекех апат сӗнчӗ.

— Ҫук-ха, темшӗн ҫиес килмест, — терӗ упӑшки.

— Мӗншӗн ытлашши тунсӑхлӑ вара эсӗ. Кулянмалли сиксе тухмарӗ-и?

— Килте ларса нимӗн те пӗлместӗн-ха эсӗ. Яла аманнӑ ҫарӑҫсем килнӗ. Ҫав хыпара илтсенех ӗҫлекенсем тарса пӗтрӗҫ. Ниепле те чараймарӑм.

— Пӗҫернӗ апата ҫимеллех ӗнтӗ, — сӗнчӗ тепӗр хут Калима.

Ӑна та ӑнланмалла, ҫиекен вӑл апатне кӑна курать, тутлӑ пулнине ырлать, япӑхраххи лексен — шарламасть, е кун пирки уҫҫӑнах калать. Апат пӗҫересси мӗнле кӑткӑс ӗҫ иккенне тепри пачах та чухламасть. Унта хӗрарӑмӑн чи авалтан пыракан пултарулӑхӗ, сыпӑкран сыпӑка куҫакан ӑсталӑхӗ-ҫке-ха. Ах, япӑх яшка пӗҫересчӗ-ха текен хӗрарӑм ҫук ӗнтӗ вӑл. Ҫапах та пур чухне те пӗр пек пиҫмест, мӗнле те пулин уйрӑмлӑх пурах.

Микка юлашки вӑхӑтра самаях ҫепӗҫленнӗ арӑмне кӳрентерес темерӗ, апат ҫиме ларчӗ. Шӑп ҫав самантра урампа юланутҫӑ тапӑртаттарса иртсе кайрӗ: «Пурин те пухӑнмалла! Элпи патша калаҫать!» тесе кӑшкӑрса хӑварчӗ.

Микка кайма шутламарӗ, унта мӗн калаҫнине тӑнласа тӑма Калимана ячӗ.

Ҫыннисем вара таҫтан та пухӑннӑ, паллӑраххисенчен Микка кӑна ҫук. Пӗлнӗ пекех килӗнче ларса юлчӗ. Вӑл пуҫарнӑ ӗҫе сивлесе калаҫнӑ май Микка ятне темиҫе хутчен те аса илчӗҫ. Элпие ятлаҫса калаҫакансем те тупӑнчӗҫ. Пуху Улӑпшӑн, ҫӗнтерӳшӗн кӗл тунипе вӗҫленчӗ. Ҫакӑншӑн мӑчавӑр питӗ ҫине тӑчӗ.

«Эппин, Элпи те пӗтӗм пурлӑха ҫара пулӑшнӑ ҫӗре ямалла тесе калаҫать. Енчен те кермен лартма панӑ укҫана каялла ыйтсан?…» — шухӑша кайрӗ Микка арӑмӗ каласа панине тӑнланӑ хыҫҫӑн. Тепӗр тесен, самани ҫапла ҫаврӑнса кайни, тен, япӑх та мар? Анчах алӑри ылтӑна мӗнле упраса хӑвармалла-ха? Пуҫ миминче хурав ҫук.

— Итле-ха, — сӑмах хушрӗ Калима, — ҫурт тума укҫа панӑ теттӗнччӗ, пӗтертӗн-и вара?

— Укҫи хам ҫумрах-ха, малашне темле пулӗ.

— Хамӑр алӑран вӗҫертмелле мар ӑна.

— Анчах мӗнле хӑварӑпӑр-ха. Элпи ыйтсассӑн мӗн калӑп-ха?

— Тен… Чим-ха… Сан кӗҫӗрех ют ҫӗре тухса каймалла. Эпӗ вара Элпи ыйтсан ҫурт тӑвакан ӑстасене тара тытма кайнӑ тейӗп. Эсӗ вара тепӗр икӗ кунтан кил те укҫана вӑрӑсем туртса илчӗҫ, хӗнесе пӗтерчӗҫ те.


Ҫапла турӗҫ те, Микка укҫине питӗ тӗплӗ ҫӗре пытарса хучӗ те лаша ҫине утланса ялтан тухса вӗҫтерчӗ. Тӗттӗмлениччен ҫитес тенӗ ҫӗре ҫитрӗ. Акӑ, умра вӑрман варринчи уҫланкӑ, сунарҫӑ ӳпли, кӑвайт чӗртсе какай ӑшаламалли вырӑн…

Лашине курӑк ҫине янӑ хыҫҫӑн Микка кӑштах утса ҫӳрерӗ те ӳплене кӗрсе выртрӗ, ҫывӑрса кайиччен кунта пулса иртнӗ ӗҫсене чылайӑшне аса илчӗ.

Ҫамрӑк та вӑйлӑ Миккана Ватрас турхан яланах хӑйпе пӗрле илсе ҫӳретчӗ, шанатчӗ ӑна. Мӗн кӑна курман ҫак уҫланкӑра Микка? Ҫапах та пуринчен малтан аса килекенни иккӗ. Пӗри вӑл ҫак ӳплере пӗрремӗш хут хӗрарӑм ытамӗнче юрату ҫимӗҫне тутанса пӑхни. Тепри вара каярах пулса иртнӗччӗ.

Пӗрре ҫапла пуш уйӑхӗнче ҫак вырӑна пӑлан йӗрӗпе килсе тухнӑччӗ. Йытӑпахчӗ. Вӑл питӗ вӗрнӗ ҫӗре Ватрас чупса пырать. Ак тамаша, йытта хирӗҫ упа мӗкӗрсе тӑра парать. Сӑнӑ йӑтнӑ турхан ун умне самай ҫывӑх сиксе тухнипе вӑрман хуҫи тата хытӑрах тарӑхса кайрӗ, Ватрас ҫине сиксе ӳкрӗ. Лешӗ пӗтӗм вӑйран кӑшкӑрать. Ҫакна Микка илтет те ыттисенчен маларах чупса ҫитет. Упа Ватраса тарӑн юр ҫине пусса та антарнӑ. Микка нимӗн шухӑшласа тӑмасӑр вӑрӑм ҫӗҫҫине туртса кӑларать те упа ҫине сиксе ларать, чӗререн лектерме тӑрӑшать. Темиҫе хут яшлаттарнӑ хыҫҫӑн упа тӳнсе каять. Ыттисем те персе ҫитеҫҫӗ, хӑранипе тӑнне ҫухатнӑ, упа айне лекнӗ Ватраса туртса кӑлараҫҫӗ, унтан — Миккана. Урине амантнипе тӑраймасть иккен вӑл. Хӑй пӗтӗмпех юнланса пӗтнӗ…

Инҫех мар упа шӑтӑкӗ пулнӑ иккен. Йытӑ вӗрнипе вӑл сиксе тухнӑ курӑнать. Тинтерех ҫеҫ ҫуралнӑ ҫурине хӳтӗлес тесе урса кайнӑ ӗнтӗ вӑл. Упа ҫури тӑлӑха юлать, Ватрас килӗнче ӗне сӗчӗпе, килти ҫимӗҫпе ӳсет.

Ачалӑхӑн савӑнӑҫӗ выляса ӳсесси, упа ҫурин те ҫавах. Мӗн чухлӗ савӑнӑҫ кӳмерӗ пуль вӑл килтисене. Ҫӗлӗк пысӑкӑш чӗрчуна упа сӑнӗ кӗрсе пычӗ, самаях вӑйланчӗ. Пӗррехинче ҫакскер, килтисем ҫук чухне, пӳртри япаласене веҫех сирпӗтсе пӗтернӗ, минтерсене туртса ҫурнӑ, уйрӑмах тиртен ҫӗленӗ тумтирсене хытӑ туланӑ. Темле юратса, ачашласа ӳстерсен те тискер чӗрчун тискерех ҫав вӑл, вӑрманаллах туртӑнать… Хӑйне тупнӑ вырӑнах кайса яма тиврӗ. Ҫак ӗҫе вара Ватраспа Микка иккӗш пӗрле турӗҫ. Леш упа тирӗ вара халӗ те Ватрас килӗнче урай варринче сарӑлса выртать…

Ҫапла икӗ каҫ вӑрманта ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑн Микка лаши ҫине утланса ларчӗ те килелле ҫул тытрӗ. Вӑрмантан тухас умӗн чарӑнса унчченех шухӑшласа хунӑ ӗҫне турӗ: ватӑ юман патне пырса тӑчӗ те ҫамкипе темиҫе хутчен тӑрслаттарчӗ, шӑйӑрттарса илчӗ. Юн палкаса тухрӗ. Шӑпах ҫакӑ кирлӗччӗ ӗнтӗ Миккана. Тумтирне темиҫе ҫӗртен ҫурчӗ те хӑй юнӗпе вараларӗ. Вара тин — килелле хыпаланчӗ.

Ял хӗррине ҫитсен Микка лаша ҫурӑмӗ ҫине урлӑ выртрӗ те сулланса тӑракан аллипе темиҫе хутчен ҫапса илчӗ. Лешӗ ӑна хӑй тӗллӗнех киле илсе ҫитерчӗ. Пӗрре вӗреннӗ ҫула пӗлетех, янавар. Микка ҫапла килнине курсан кӳршӗ хӗрарӑмӗ Калимана кӑшкӑрчӗ, лешӗ тухсан та пӗрлех пулма тӑрӑшрӗ.

Хӑраса ӳкнӗ Калима нимӗн тума аптранипе Миккана тӳрех Элпи патне илсе кайрӗ, хӑй лашине ҫавӑтрӗ, леш хӗрарӑм ҫамкаран юхакан юна чарас тесе шӑнӑр курӑкӗпе тытса пычӗ. Ҫитнӗ-ҫитменех Элпи хуралҫисем Миккана лаша ҫинчен антарса ҫӗр ҫине хучӗҫ.

— Ӑҫта пулнӑ вара вӑл? — ыйтрӗ тӳрех Элпи.

— Ҫурт тӑвакан ӑстасене тара тытма тесе тухса кайрӗ те…

Тӑнсӑр выртакан арҫынна шыв ӗҫтерме пикенчӗҫ, суранне тасатса пуҫне шурӑ пирпе ҫыхрӗҫ.

— Мӗн сиксе тухрӗ вара? — тесе ыйтса тӗпчерӗҫ.

— Вӑрӑсем ҫаратрӗҫ, — терӗ. Урӑх нимӗн те шарламарӗ.

— Веҫех сана пула! — вӑрҫма тытӑнчӗ макӑракан Калима Элпие. — Ман ачана ашшӗсӗр тӑратса хӑварас терӗн-им? Урӑх ниҫта та ямастӑп.

— Ытлашши ан хуҫӑл-ха эсӗ, вилмен вӗт вӑл.

— Пуҫран ҫапнине куратӑн пулӗ, тӑнсӑр тӑрса юлсассӑн вара? Мӗнле пурӑнмалла тет.

— Юрӗ, юрӗ, сире пӑрахмӑп, пулӑшсах тӑрӑп.

Миккана урапа ҫине майлаштарса хучӗҫ те леҫсе ячӗҫ, пӳрте йӑтса кӗрсе нар ҫине вырттарчӗҫ. Лешсене ӑсатса янӑ хыҫҫӑн Калима пӳрт умӗнчи ҫӳпҫерен таса тумтир илсе кӗчӗ. Нар ҫинче ларакан Миккана курсан чӑннипех макӑракан арӑмӗ чутах тӳнсе каятчӗ. Упӑшки ахӑлтатса кулса ярсан тин тавҫӑрса илчӗ, хӑй те пӗрле кулма пуҫларӗ…

Микка темиҫе кун хушши килтех ларчӗ, хӑйсем патне ҫын пынине асӑрхасан — тӳрех вырӑн ҫине чӑмрӗ. Каярах вара туяпа ҫӳреме тытӑнчӗ. Элпи енчен укҫатенкӗ пирки калаҫу хускалмарӗ. Кермен лартасси те пӑчланчӗ.

Загрузка...