Эсрел ҫӗршывӗ… Тӗнче хуҫи хула варринчи капмар керменте пурӑнать иккен. Ҫав ҫурт патӗнчен иртсе кайнӑ чухне кашниех пӗр самантлӑха чарӑнса тӑрать те пуҫ таять. Йӗрки ҫапла. Алмаса илсе килекен тарҫӑсем те ҫаплах турӗҫ, ҫамрӑк турхана та пуҫ тайтарчӗҫ. Мӗн тӑвӑн, итлес пулать, ют ҫӗрти йӑласене пӑхӑнма тиветех ӗнтӗ.
Озал тӳрех Эсрел керменне кӗрсе кайрӗ. Алмаса чылай айккинерех вырнаҫнӑ, йӗри-тавра хӳме тытса тухнӑ ҫурт патнелле илсе кайрӗҫ. Акӑ хапха уҫӑлчӗ, кӑкарнӑ икӗ йытӑ хаяррӑн вӗрме тытӑнчӗҫ. Ют ҫын килнине сисрӗҫ пулмалла. Хуралӗсем те кунтах. Килкартийӗ самай сарлакаскер. Хӳме ҫумӗнче нумай кӗтеслӗ вӑрӑм пӳрт ларать, темиҫе алӑклӑскер, пурте пӗр еннелле. Айккинерех пысӑках мар юрта тата темле пӗчӗк ҫуртсем пур. Пӳртӗн тепӗр вӗҫӗнче пахча евӗрлӗ вырӑн курӑнать. Пӗри Алмаса шӑпах ҫавӑнталла леҫсе ячӗ те чи хӗрринчи алӑка кӑтартрӗ. «Сан йӑву ҫакӑ пулать, — терӗ ҫинҫе сасӑпа. — Мӗн те пулин кирлӗ пулсассӑн ҫав юртӑна пыр. Асту, хурал патне ан ҫывхар».
Вӑхӑт каҫ еннелле сулӑннӑ ӗнтӗ. Апла пулин те Алмас хӑйне уйӑрса панӑ пӳлӗмри йӗркелӗхе тӳрех асӑрхарӗ, килтен парса янӑ япаласене лартрӗ те пӑхкаласа ҫаврӑнчӗ. Йывӑҫ пӳртех иккен, тултан вара тӑмпа сӗрсе шуратнӑ. Кантӑкӗ пӗрре кӑна, кил картишнелле пӑхать, тумтир ҫакмалли, выртса ҫывӑрмалли хатӗрсем те пур. Ӗҫмелли шыв та кунтах. Вӑрӑм ҫул хыҫҫӑн ӑшӗ хыпнӑскер, тӳрех шыв патне пычӗ те тӑм куркапа ӑсса илчӗ, самантлӑха чарӑнса тӑрса шыв турринчен ирӗк ыйтнӑ хыҫҫӑн ҫӑвар туллин ӗҫрӗ. Ҫакӑ вара вӑл Эсрел ҫӗршывӗн пӗрремӗш ҫимӗҫӗ пулчӗ. Унтан шап-шурӑ пиртен ҫӗленӗ хутаҫа салтрӗ те амӑшӗ парса янӑ апатҫимӗҫе кӑларса апатланчӗ. Вара канма тесе нар ҫине выртрӗ. Ҫав самантра пӗри пӳлӗм алӑкне уҫрӗ те шала кӗмесӗрех каҫхи апата чӗнчӗ.
— Ҫиес килмест ман. Тутӑ эпӗ, — хуравларӗ Алмас.
— Хӑвӑнне хӑв пӗлетӗн, — терӗ лешӗ, каллех ҫинҫе сасӑллӑскер.
Алмас алӑк патне пырса питӗрме май ҫук-ши тесе хыпашласа пӑхрӗ, нимех те тупмарӗ. Питӗрмесӗрех пурӑнаҫҫӗ иккен.
Алмас, самай ӗшеннӗ пулсан та, час ҫывӑрса каяймарӗ. Пуҫра пӗрмаях пӗр шухӑш хуҫаланать: мӗн кӗтет-ха ҫакӑнта. Эсрел тискерлӗхӗ пирки каласа панисене аса илсессӗн халех ӳт чӗтреме пуҫлать. Уйрӑлу саманчӗ те куҫ умӗнчен каймасть. Кам мӗн калани, Нарпи кӑшкӑрни халӗ те хӑлхарах…
Ҫур ҫӗр тӗлнелле хурал пырса тӗрӗслерӗ. Алмас тарӑн ыйха путнӑ, ҫын кӗрсе тухнине те сисмерӗ. Ирхине те ҫав ҫынах кӑшкӑрса вӑратрӗ.
Пӗрремӗш кун. Вӑл ирхи апатран пуҫланчӗ. Ҫимелли килтен илсе килни те пурччӗ-ха, ҫапах та Алмас юртӑна кӗрсе курас терӗ. Кайрӗ. Вӑл пынӑ ҫӗре ыттисем ҫиме тытӑннӑ иккен: икӗ арҫын та пӗр хӗрарӑм. Юрта варринче вучах, апат пӗҫермелли савӑт-сапа. Урайне хулӑн кӗҫҫе сарнӑ, пӗр ҫӗрте кавир хунӑ вырӑн та пур. Тасалӑха тытса пыни сисӗнет. Апат пӗҫерсе ҫитерекенсем вара иккӗшӗ те арҫын, ҫинҫе сасӑпа калаҫаканскерсем.
— Лар ҫавӑнтарах, — терӗ пӗри чӑвашлах, хӗрарӑмпа юнашар вырӑна тӗллесе кӑтартса. Кашнин уйрӑм ҫӗре ларса ҫимелле иккен. Алмас пӗчӗкрен ӳснӗ йӑлапа хӗвеле хирӗҫ тӑрса ҫӳлти турӑран ырлӑх ыйтрӗ те ыттисем пек вырнаҫса ларчӗ.
— Текех саншӑн турру та, хуҫу та Эсрел пулать. Ҫавна кӗлӗ тумалла. Апата кая юлса ҫӳремелле мар, Алмас турхан, — асӑрхаттарчӗ лешӗ.
Анне пӗҫерни пулмасассӑн та вӗри апат меллӗрех ҫав. Арҫынсем те аванах хатӗрлеҫҫӗ иккен. Кунти йӑласене ӑнкартас тесе Алмас лешсем мӗнле ҫинине, хӑйсене мӗнле тыткаланине пӑха-пӑха илчӗ. Камсем пулнине пӗлес шухӑш та пурччӗ, анчах сӑмах чӗнме хӑяймарӗ. Лешсем те апат ҫисе пӗтериччен те нимӗн шарламарӗҫ. Унтан ура ҫине тӑчӗҫ те Эсреле тав туса пӗрерӗн-пӗрерӗн тухса утрӗҫ.
— Алмас, санӑн та тӑма тивет, апатран пурин те пӗр вӑхӑтра, анчах уйрӑмшаррӑн тухмалла. Пӗр-пӗринпе калаҫмалла мар, пӳлӗмрен пӳлӗме ҫӳреме юрамасть. Эсреле тав ту та кай.
— Мӗн калас вара ӑна, мӗншӗн тав тӑвас?
— Эй, мухтавлӑ та хӑватлӑ Эсрел, тавах сана ҫӑкӑрушӑн, — темелле.
— Ун пек калама чӗлхем ҫаврӑнмасть, — терӗ те Алмас алӑк патнелле утрӗ. Ҫакна курсассӑн чӑвашла пӗлекенни чупса пычӗ те Алмас ҫулне пӳлчӗ.
— Чарӑн! Мӗн хушнине ту. Кун пек хӑвна ҫеҫ мар, мана та йывӑрлӑха кӗртсе ӳкерӗн. Кунта кашни утӑма асӑрхаса тӑраҫҫӗ, мӗн пулса иртнине аслисем патне хӑвӑрт ҫитереҫҫӗ.
Мӗн тумалла-ха ӗнтӗ Алмасӑн? Ҫӑкӑр-тӑваршӑн мӗн пӗчӗкренех турра тав туса ӳснӗскерӗн халӗ Эсреле мухтаса калаҫма тивет-ши вара? Калас килмест. Сӑмах ҫеҫ вӗт-ха, чӗлхе пурпӗрех пӑхӑнмасть. Акӑ тата тепӗр арҫынӗ те ун умне пырса тӑчӗ те лешне хӑй чӗлхипе темӗскер каларӗ, аллипе кӑтартса кунтан кайма ирӗк пачӗ. Алмас тухса утрӗ. Йытӑсем каллех сиксе ӳкрӗҫ, ниҫта кайса кӗрейми вӗреҫҫӗ, енчен те кӑкарнӑ вӗренӗ татӑлса каяс пулсассӑн… Саман кирпӗчрен тунӑ пӗчӗк ҫуртран пӗр тӗреклӗ арҫын тухрӗ те йӗри-тавралла пӑхса илчӗ, Алмаса курсассӑн йыттисене чарса темӗскер каларӗ те хапха питӗркӗчне тӗрӗслесе пӑхрӗ. Лешсем хуҫине итлерӗҫ, йӑвашшӑнрах вӗре-вӗре хӳрисене выляткаласа илчӗҫ.
Юртӑран маларах тухнисем курӑнмаҫҫӗ, пӳлӗмӗсене кӗрсе кайнӑ пулмалла. Шухӑша путнӑ Алмас хӑй алӑкӗ патӗнчен иртсе кайнине те сисмерӗ, айккинчи йывӑҫсем патне ҫитсессӗн тӑп чарӑнса тӑчӗ те айккинелле пӑхкаласа илчӗ. Темиҫе улма йывӑҫҫи тата чечеке ларнӑ шӑлан тӗмӗсем кӑна, йӑран таврашӗ ҫук. Леш арҫын сӑнасах тӑнӑ пулмалла, пӗр йыттине вӗҫертрӗ те пахча патнелле пычӗ. Алмас патне ҫитсессӗн вӗрекен йыттине ирӗке янӑ пек туса хӑратса илчӗ. Лешӗ вара харлатса ҫивӗч шӑлӗсене уҫса кӑтартрӗ. Унтан арҫын йытта картиш хӳминчен кӑкарчӗ те каялла утрӗ. Тӑватӑ ураллӑ хуралҫи вара Алмас хӑй пӳлӗмне кӗрсессӗн тин лӑпланчӗ. Калама ҫук тунсӑхлӑ шӑплӑх пуҫланчӗ. Никампа та калаҫма ҫук. Юрать-ха, вӑл хӑмӑш вуллинчен тунӑ шӑхличе манса хӑварман. Алмас ӑна алла илчӗ те хурлӑхлӑ кӗвӗсем калама пуҫларӗ. Вӗсенчен пӗри «Вӗҫ, вӗҫ, куккук» пулчӗ. «Вӗҫ, вӗҫ, куккук, вӗҫ, куккук, атте килне ҫитиччен», — тесе темиҫе хутчен те ӑшра юрласа илчӗ, халиччен каламан кӗвӗсене те ӗнӗрсе пӑхрӗ. Унтан нимӗн тума аптранипе нар ҫине выртрӗ те шухӑша путрӗ, тӑван тавралӑха, амӑшне, ашшӗне, йӑмӑкне, Нарпие аса илчӗ… Шӑплӑха алӑк сасси вӑратрӗ. Тахӑшӗ юнашар пӳлӗме кӗчӗ. Унччен унта никам та пулман иккен. Кӑштах тӑрсассӑн каялла тухрӗ. Алмас сиксе тӑчӗ те чупса пырсах кантӑкран пӑхрӗ, анчах хӑмпӑ витӗр нимех те курӑнмарӗ. Вара вӑл алӑка уҫса пӑхрӗ те леш хӗрача юрта патнелле васканине асӑрхарӗ. Апат вӑхӑчӗ ҫитнӗ иккен.
Ирхи калаҫу хыҫҫӑн юртӑна каяс кӑмӑл хуҫӑлчӗ. Эсреле тав тумалла тата… Ҫимелли хӑйӗн те пурччӗ-ха, типӗтнӗ какай та, шӑрттан татӑкӗ те, ҫӑкӑр та… Ак тамаша, апат хутаҫҫи пуш-пушах, нимӗн те хӑварман. Ыттисенчен юлас мар тесе Алмас тухса чупрӗ. Анчах ӑна юрта умӗнче леш хуралҫӑ тытса чарчӗ те аллипе тӗллесе каялла кайма хушрӗ. Апат ҫиесси пулмарӗ. Каллех хӑй йӑвине кӗрсе выртмалли кӑна юлчӗ.
Акӑ ҫывӑхрах ура сасси илтӗнсе кайрӗ, унтан алӑк умне темӗскер татӑлса ӳкнӗ пек туйӑнчӗ, юнашар пӳлӗм алӑкӗ уҫӑлса хупӑнчӗ. Хӗрача кӑштах уткаласа ҫӳрерӗ те лӑпланчӗ, канма выртрӗ пулас. Алмас пекех салукшӑн тытса килнӗскер ӗнтӗ, хӑш халӑх хӗрӗ пулни паллӑ мар, тумӗпе те, сӑнран та урӑхларахскер. Хӑй кӳрши мӗне пула ҫапла выртса канмалӑхах ывӑннине ҫамрӑк турхан халлӗхе пӗлмест-ха.
Кун пек выртнипе пулмасть, кӑштах уткаласа ҫӳресха тесе Алмас алӑкне уҫрӗ. Ак тамаша, пир таткипе чӗркенӗ япала вырта парать. Алмас хурал пӳрчӗ патнелле пӑхса илчӗ те леш япалана хӑвӑрт ҫаклатса каялла кӗчӗ. Ҫӑкӑр чӗркесе хунӑ иккен, Алмас кӑнтӑр апатне пыманнине шута илсе ӗнтӗ. Тахӑшӗ хӑтланнӑ ҫав. Ҫапах та самай кӑмӑллӑ самант. Апла эппин кӑштах та пулин пулӑшас текен те пур. Тен, леш чӑвашла пӗлекенни… «Чим-ха, — ҫиҫсе илчӗ Алмас пуҫӗнче ӑнкару, — леш хӗрача мар пуль те. Шӑпах ҫавӑ килнӗ чухне алӑк умне темӗскер ӳкнӗччӗ пек. Ҫавах ӗнтӗ».
Вӗри апат ҫук чухне шывпа сыпса ҫинӗ ҫӑкӑр та тем пекех. Каҫхи апата вӑл ыттисемпе пӗрлех кайрӗ. Ку хутӗнче вара апат йӗркине пӑхӑнма тиврӗ. Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ, итлес пулать. Кунта килти мар, йӑласем те пачах урӑхла.
Каҫпала Алмас патне лешӗ, апат ҫитерекенни пычӗ, кунта ӑна Ахмат тесе чӗнеҫҫӗ иккен, чурана илсе килнӗ чӑвашсенчен. Хӑй пирки вара урӑх нимӗн те шарламарӗ. Юрамасть пулмалла. Ун халӗ хӑйне хушнӑ ӗҫе пуҫӑнмалла, Алмаса Эсрел чӗлхипе калаҫма вӗрентмелле. Ҫамрӑк турханӑн вара ҫак йывӑрлӑха кӗске вӑхӑтра ҫӗнсе илмелле. Ма тесессӗн унӑн кӗҫех Эсрелпе хӑйӗнпе тӗлпулма тивет. Лешӗ вара хӑй чӗлхипе ҫеҫ калаҫать иккен. Апла пулсассӑн хатӗрленмелле.
— Тен, манӑн сирӗнпе пӗрле апат пӗҫернӗ ҫӗре хутшӑнмалла мар-ши? — сӗнчӗ Алмас. — Вара ҫӑмӑлрах пулӗ.
— Мӗскер эсӗ, турхан ывӑлне апла юрать-и вара?
— Енчен те ирӗк паратӑр пулсассӑн — эпӗ хирӗҫ мар. Ӗҫрен хӑрамастӑп.
— Ыттисемпе калаҫса пӑхам-ха. Тен, ҫапла тумалла та…
Иккӗмӗш кун. Ахмат Алмаса ирех пырса вӑратрӗ. Вутӑ хатӗрлемелле иккен. Йӗкӗт хаваспах килӗшрӗ. Акӑ вӗсем юрта патне ҫывхарчӗҫ. Юнашарах самай мӑнтӑр йывӑҫ вуллисем выртаҫҫӗ. Ҫавсенчен пӗрне пуртӑпа касса вакламалла. Ахмат юртӑран вӑрӑм авӑрлӑ пуртӑ илсе тухрӗ те хӑйне пулӑшакана тыттарчӗ. Хӑй вара пуртӑ, йывӑҫ, вутӑ, вучах, кӑвар, апат ячӗсене Эсрел чӗлхипе каларӗ. Алмас пӗр вуллине айккинерех илсе хучӗ те пуртӑпа ӗҫлеме пуҫларӗ. Ак чӗмере, пуртти пачах та касмасть. Пӳрнепе сӑтӑркаласа тӗрӗслесе пӑхрӗ: хӑйраманни те ҫӗр ҫул пулӗ. Ҫитменнине тата йӗсрен тунӑскер кӑна, тахҫанхи, авалхи япала.
— Вутӑ кирлӗ! — кӑшкӑрчӗ тахӑшӗ шалтан.
Алмас темиҫе йывӑҫӑн ҫинҫе вӗҫӗсене пуртӑпа ҫапаҫапа хуҫса кӗртсе пачӗ. Хӑйра таврашӗ ҫук иккен. Алмас вучах патӗнчи чулсене тыткаласа пӑхрӗ, юрӑхли тупӑнмарӗ. Ахмат ӑна мунчана кайса пӑхма сӗнчӗ.
Пӗр пӗчӗк ҫурчӗ мунча пекки иккен. Тӗрӗсрех каласассӑн — шыв ӑшӑтса ҫӑвӑнмалли вырӑн кӑна. Милӗк шӑрши-марши те ҫук. Кӗтесре чул купи, чӑп-чӑмӑр та якисем, кӑштах катӑлнисем. Самай тасаскерсемех, вучах ҫывӑхӗнчи пек хӑрӑмлӑ мар. Сӑлтавӗ те паллӑ ӗнтӗ. Ҫав чулсемпе сивӗ ҫанталӑкра пӳрт ӑшӑтнӑ ҫӗрте усӑ кураҫҫӗ. Малтан вӗсене шӗл кӑвар ҫине пӑрахса хытӑ хӗртеҫҫӗ, вара тимӗр савӑтпа пӳлӗмсене кайса лартаҫҫӗ. Ку вӑл, паллах, сумлӑ ҫынсем валли. Калӑпӑр, Эсрел пурӑнакан ҫуртра пур пӳлӗме те ҫапла ӑшӑтаҫҫӗ. Кунта та ҫапла иккен. Сивӗ чухне ҫав чулсене юрта вучахӗнче хӗртеҫҫӗ. Хальлӗхе вара вӗсем мунчара выртаҫҫӗ.
Алмас пӗр-икӗ чулне суйласа илчӗ те тухрӗ. Унтан вӗсене пӗр-пӗринпе сӑтӑрса, урӑхла каласассӑн, чулпа чула хӑйраса тикӗслерӗ. Вара тин пуртӑ патне куҫрӗ. Чылай вӑхӑт хушши тӑрмашрӗ, хӑйрарӗ те хӑйрарӗ, чулӗсем те ҫӳхелсе кайрӗҫ, анчах ҫивӗчлетсех ҫитереймерӗ. Чулӗсенче хӑйӑр сахалрах.
Леш хурал йыттисене лӑплантарса Алмас мӗн тунине каска ҫинче тимлӗн пӑхса ларчӗ.
Тӑрӑшнин усси пурах ӗнтӗ, пуртти кӑшт лайӑхрах касакан пулчӗ. Ирхи апат хыҫҫӑн Алмас мӗхлесех тӑрслаттарчӗ, тар тухичченех ӗҫлерӗ, мӑнтӑртараххисене ҫурса пурне те пӗр купана пуҫтарчӗ.
— Паянлӑха ҫитӗ, — терӗ Ахмат. — Халӗ ҫак таврари япаласене калама вӗренер. Куҫна мӗскер ҫакланать, ыйт.
Утса ҫӳресех калаҫрӗҫ. Пахчари йытӑ каллех хаяррӑн вӗрсе илчӗ.
— Асту, Алмас, йытӑсем патне ан ҫывхарнӑ пул. Питӗ хӑрушӑскерсем вӗсем, ҫын какайӗпе тӑрантарса ӳстернӗскерсем теҫҫӗ. Хуҫине кӑна итлеҫҫӗ. Акӑ, нумаях пулмасть вӗсем сан пӳлӗмре пурӑннӑ ҫамрӑка тытса ҫурнӑ тет. Лешӗ кунтан тухса тарма шут тытнӑ, хӳме урлӑ сикнӗ те чупнӑ, паллах, хурал асӑрхаман вӑхӑтра ӗнтӗ. Анчах хуралӑн вӑхӑтран-вӑхӑта пӳлӗмсене кӗрсе пӑхас йӑла пур иккен. Лешӗ ниҫта та ҫуккине курсан йыттисене малтан пӳлӗме кӗртсе шӑршлаттарать те хӳмен тепӗр енне илсе тухать. Тӑватӑ ураллӑ тарҫисем вара йӗр ҫине ӳкеҫҫӗ, хула хӗрринче каччӑна пусса антараҫҫӗ. Хуралӗ чупса ҫитнӗ ҫӗре вилмеллех туртса ҫураҫҫӗ.
«Тарасран шикленсе ҫапла хӑратса калаҫать пуль ӗнтӗ», — шутласа илчӗ Алмас.
— Ман кӳршӗсене кашни кунах ӑҫта илсе каяҫҫӗ вара? — ыйтрӗ вӑл Ахматран.
— Тепӗр темиҫе кунтан хӑвах курӑн-ха. Ытлашши ан васка.
— Ӑҫтан килнӗскерсем-ши вара вӗсем?
— Пӗлместӗп. Мана хама та ӗнер кӑна килсе ячӗҫ.
— Хӑв тата ӑҫтисем пулатӑн вара?
— Минеслу йӑхӗнчен эпӗ. Пиллӗкӗмӗш ҫул кунта ӗнтӗ.
Тепри юртӑран тухрӗ те кусене чӗнсе илчӗ. Лешсем киличчен кӑнтӑрлахи апат хатӗрлемелле. Юрта патнелле утнӑҫем Алмас хӑйпе юнашар пурӑнакан хӗр пирки ыйтрӗ. Ольга ятлӑ иккен. Ӑҫтан илсе килнине Ахмат каламарӗ, пӗлместӗп терӗ.
Акӑ лешсем те ҫаврӑнса ҫитрӗҫ, лашапах илсе килсе яраҫҫӗ иккен. Ӑсатса яракансем те темиҫен. Ку хутӗнче вара Алмас кашнинех тимлӗн асӑрхама тӑрӑшрӗ, сӑнра мӗнле уйрӑмлӑхсем пуррине сӑнарӗ. Ольга вара кӑнкӑвак куҫлӑскер, ҫивӗтленӗ сарӑ ҫӳҫӗ пилӗк таранах. Сылтӑм пит ҫӑмартинче пӗчӗкҫӗ тур палли ларать. Самай илемлӗскер. Ҫапах та… Шухӑшран хӑвӑрт вӗҫекен япала урӑх ҫуках пуль. Куҫ умне Илемпи сӑнарӗ тухса тӑчӗ, ӑна пӗве айне пӑрахнӑ самант… Кам шутласа тупнӑ-ши ҫавӑн пек усал йӑлана? Ҫитменнине тата ҫакна турӑ ячӗпе тӑваҫҫӗ вӗт-ха, ҫынсем пӗр-пӗрне шеллемеҫҫӗ. Ырӑпа усал юнашарах ҫӳреҫҫӗ иккен.
Тӗлӗнмелле япала, куҫ умӗнче пӗри тӑрать, пуҫра танлаштару хӗвӗшет, Нарпи те аса килет. Ҫук, Ольга вӑл Алмас хӑнӑхнӑ илем виҫи картне лараймасть. Ун ҫумӗнче пурте килӗшӳллӗ, ҫапах та темӗскер ҫитмест пек.
«Чим-ха, — чарчӗ хӑйне Алмас, — мӗн тӑватӑп-ха эпӗ, мӗнле шухӑш хуҫаланма тытӑнчӗ-ха ман ӑшӑмра? Ман халӗ пӗртен-пӗр тӗллев пулмалла — кунти йывӑрлӑхсене чӑтса тухасси. Атте килсе илсе каятех ӗнтӗ».
Алмас юртӑран кӑшт маларах тухрӗ те хуллен утса пычӗ, Ольга пӳлӗмӗ патне ҫитсессӗн чарӑнчӗ. Лешӗ пӗр вунӑ утӑм кӑна каярах пынӑ иккен. Пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илсессӗн Алмас ҫӑкӑршӑн тав турӗ. Урӑх нимех те калаймарӗ, чӗлхе пӗлменни касать. Ольга вара хурал пӳрчӗ еннелле пӑхса илчӗ те васкасах хӑй пӳлӗмне кӗрсе кайрӗ. Алмас та хӑй йӑвине кӗчӗ те тӳрех шӑхличне ярса тытрӗ, хурлӑхлӑ кӗвӗ пуҫларӗ…
Кӗвӗ хыҫҫӑн кӗвӗ шӑранчӗ. Калама ҫук асамлӑ самант, кӗвӗ ҫын туйӑмне таҫта ҫити ҫӗклесе ярать, вӗҫтерет. Таврара мӗн пулса иртни те, кам пурри те вӑхӑтлӑха манӑҫа тухать. Халӗ те ҫавах, Алмас пӳлӗме Ахмат кӗрсе тӑнине те сисмерӗ, кӗтесселле пӑрӑннӑ та хӑй шӑхличӗпе калаҫса йӑпанать. Кашни сасси куҫҫулӗ витӗр тухнӑ пек туйӑнать. Паллах, Ахмат чунӗ те хускалчӗ ӗнтӗ. Вӑл та чӑвашах вӗт-ха. Эсрел тӗнне йышӑннӑ пулсассӑн та тӑван кӗвӗ хӑй ӗҫнех тӑвать.
— Алмас, чарӑн-ха, ҫитет чуна макӑртса, — терӗ ҫемҫен Ахмат.
Алмас шартах сикрӗ, таҫтан таврӑннӑ ҫын пек Ахмат ҫине тӗлӗнсе пӑхса илчӗ. Тинех хӑй ӑҫтине сисрӗ пулас. Каллех картишне тухса утса ҫӳрерӗҫ, ют чӗлхепе калаҫрӗҫ. Пӗчӗк чухне Эсрел ҫыннисенчен илткеленӗ сӑмахсем те тӗл пулкалаҫҫӗ. Хырҫӑ пухма е ҫынсене тытса кайма пынисем пурте тенӗ пекех Алмассем патӗнче чарӑнса тӑратчӗҫ, темиҫе кун пурӑнни те пулнӑ. Хӑшӗпӗри вара Алмасран чӑваш сӑмахӗсене ыйтса пӗлетчӗ, ҫамрӑк турхан — вӗсенне. Те ҫавна пулах чӗлхе вӗренесси ӑнӑҫлах пырать.
Акӑ вӗсем калаҫса утнӑҫемӗн чутах пахча патӗнчи йытӑ патне ҫитсе тӑман. Юрать-ха, лешӗ хаяррӑн вӗрсе сике пуҫларӗ. Алмас кӗсйери шӑхличне туртса кӑларчӗ те хаяр куҫлӑ йытӑ ҫине пӑхса калама пуҫларӗ. Лешӗ вӗрме чарӑнчӗ те хыҫаларах чакса кайри урисем ҫине ларчӗ. Нивушлӗ шӑхлич сассинче йытӑ хаярлӑхне чакаракан вӑй та пур, нивушлӗ вӑл хӑй умӗнче ырӑ кӑмӑллӑ ҫын тӑнине сисрӗ? Акӑ, йытӑ пуҫне пӑркаласа, хӳрине выляткаласа илчӗ. Шӑп ҫав самантра леш хуралҫӑ васкаса пычӗ те йытӑ ҫине пӑхса хыттӑн кӑшкӑрчӗ. Каллех хаяррӑн вӗрни илтӗнсе кайрӗ. Кусене те ятласа илчӗ. Тепре йытӑ патне пырсассӑн вӗҫертсе яратӑп тесе хӑратрӗ…
Виҫҫӗмӗш кун. Ирхи апат хыҫҫӑн хуралҫӑ пурне те кил картине чӗнсе кӑларчӗ те кашнинех самай тӗреклӗ туя тыттарчӗ. Ахмат та кунтах айккинче пӑхса тӑрать. Хуралҫӑ мӗн каланине Алмаса куҫарса пачӗ.
— Паян туяпа мӗнле усӑ курмаллине вӗренетпӗр. Малтан унпала мӗнле ҫапсассӑн ӑнӑҫлӑрах пулнине каласа парам. Туяпа малтанах хӑлаҫланма кирлӗ мар. Вӑл тӑшмана сыхланма асӑрхаттарни пулать. Калӑпӑр, енчен те туяна ҫӳле ҫӗклерӗн пулсан, тепри хӑйне ӑҫтан ҫапма пултарнине тавҫӑрса сан туюна ярса илме е хӑй туйине хирӗҫ тытса сыхланма пултарать. Туяна урапа юнашар тытма тӑрӑшмалла, унтан питӗ хӑвӑрт хыҫалалла ҫавӑрса ярса сулмаклатмалла та кӗтмен ҫӗртен ҫапмалла. Туя вӑйӗ сасартӑк ҫапнинче. Ӑна алӑран алла хӑвӑрт куҫарма пӗлни те питӗ усӑллӑ. Акӑ, ҫапла.
Хуралҫӑ туяна хӑй вылятса кӑтартрӗ. Пӗр алӑран тепӗр алла вӗлт кӑна куҫарать. «Халӗ вара ҫапма пуҫлатӑп. Эсир вара сыхланӑр, кам мӗнле пултарать».
Малтан вӑл туйипе леш арҫынсенчен пӗрне пуҫран ҫапнӑ пек сулса ячӗ, паллах, пӗтӗм вӑйран мар ӗнтӗ. Лешӗ аллипе тытма хӑтланчӗ, анчах ӑнӑҫлах пулмарӗ. Хуралҫӑ ӑна хӑй туйине икӗ алӑпа тытса хирӗҫ тӑма сӗнчӗ. Тепӗр хут ҫапма пикенчӗ, лешӗ вара мӗн хушнине турӗ. Унтан ҫак хӑнӑхтарӑва кашнинпех туса пӑхрӗ. Ураран е алӑран мӗнле ҫапмаллине те вӗрентрӗ.
— Халӗ вара мана ҫапӑр, чӑнласах. Махмуд, пуҫла, — терӗ хуралҫӑ.
Лешӗ маларах тухса тӑчӗ те туйине ҫӗклерӗ. Ҫапма хӑяймасть. Хӑрать ӗнтӗ.
— Ҫап! — кӑшкӑрчӗ хуралҫӑ.
Махмуд туйине сулса ячӗ, анчах лешӗ хӑй туйине хирӗҫ тытма ӗлкӗрчӗ.
— Тепре ҫап! Ураран е алӑран.
Ҫук, ӗҫ тухмарӗ.
— Халӗ Остап ҫапать, — хушрӗ хуралҫӑ. Вӑл та лектереймерӗ. Ольга та ҫапса пӑхрӗ, ӑнӑҫлӑ пулмарӗ. Акӑ черет Алмаса ҫитрӗ.
— Пар-ха ӑна лайӑхрах, — терӗ сӑнаса тӑракан Ахмат.
Алмас тарӑхсах ҫапрӗ, темиҫе хут та. Анчах лешӗ тӗлӗнтерсех ячӗ. Ниепле те ӳтрен лектерме май ҫук, тем вӑхӑтра туйине лартса ӗлкӗрет. Вара вӑл икшерӗн тӑрса ҫапӑҫма хушса хӑварчӗ те хурал пӳртне кӗрсе кайрӗ.
Алмасӑн Ольгӑпа тытӑҫма тӳр килчӗ. Лешӗ вара хӗрача пулсассӑн та самай вичкӗнскер, аванах хирӗҫ тӑрать, туйине ҫирӗп тытать. Вӑл ҫеҫ те мар-ха, тапӑнса ҫапма та пикенет. Ҫапла ҫапӑҫмалла чылайччен вылянӑ хыҫҫӑн леш хуралҫӑ тухрӗ те хӑй туйине илсе кусем патне пычӗ, ним тӑхтаса тӑмасӑр Остапа ҫапма тытӑнчӗ. Чӑннипех шаплаттарать. Хӑш-пӗр ҫӗртен лектерсе те илчӗ. Остап тарӑхса кайсах хирӗҫ ҫапма пуҫларӗ, анчах тӗл лектереймерӗ. Хуралҫӑ кулса илчӗ те Махмуд патне куҫрӗ, ӑна та тӗрӗслесе пӑхрӗ. Ольгӑна та хӗрхенмерӗ, кула-кулах ҫапкаласа илчӗ. Кӑштах йӗкӗлтесе вылянӑ пек те туйӑнчӗ. Ун пекки пулать вӑл. Хуралҫӑ умӗнче паллӑ ҫынсен ачисем тӑраҫҫӗ вӗт-ха. Хӑй вара вӑл никамах та мар, Эсрел тарҫи кӑна. Апла пулин те ҫак тӑватӑ ҫын ун аллинче, хӑраҫҫӗ вӗсем. Хӑвна хуҫа пек тытма май пурри самаях савӑнтарать иккен.
Акӑ хуралҫӑ Алмас умне пырса тӑнӑччӗ кӑна, ҫамрӑк турхан ӑна пӗҫҫинчен туртса илчӗ, самай ыраттармалла. Лешӗ ҫакна пачах та кӗтмен пулас, сыхланма ӗлкӗреймерӗ. Пуҫланчӗ вара… Чӑннипех ҫапӑҫрӗҫ. Алмас алли юнланнине курсассӑн Ольга чӑтса тӑраймарӗ, туйине персе ярса иккӗшӗн хушшине кӗрсе тӑчӗ. Лешсем вара лӑпланчӗҫ. Хуралҫӑ туясӑр хӗрачана ҫапас мар терӗ пулмалла.
— Астӑвӑр, чурасене вӑхӑтран-вӑхӑта патак ҫитермесессӗн кахалланса пыраҫҫӗ, итлеми пулаҫҫӗ. Ачашламалла мар вӗсене, — терӗ Алмас ҫине сиввӗн пӑхса. Туясене пуҫтарса илчӗ те нимӗн шарламасӑр хӑй патнелле уттарчӗ.
Кусем вара тӳрех Алмас патне пычӗҫ. Ольга ун аллине тытрӗ те юн сӑрхӑнса тухакан вырӑна ӗмсе илчӗ, шӑнӑр курӑкӗ татса сурана хупларӗ.
— Пурпӗрех маттур эсӗ, — терӗ Остап Алмаса. Махмуд ӑна ҫурӑмӗнчен лӑпкаса илчӗ те:
— Пӗрлерех пулма тӑрӑшмалла пирӗн, — терӗ.
Ҫак сӑмахсем вара Алмасшӑн чи хаклӑ эмел пекех туйӑнчӗҫ, ыратни те нимех те мар. Самаях ывӑннӑскер хӑй пӳлӗмне кӗрсе выртрӗ. Ун хыҫҫӑнах Ольга чупса пычӗ, аллинче шурӑ пир татӑкӗ. Суранланнӑ вырӑна майласа ҫыхнӑ ҫӗре хуралҫӑ персе те ҫитрӗ, сыхласах тӑнӑ иккен. Нухайккапа. Ӑна курсассӑн хӗрача алӑк патне тапса сикрӗ. Лешӗ нухайккине сулса ячӗ, анчах хытах лектереймерӗ.
— Каланӑ сире пӗр-пӗрин патне кӗме юрамасть тесе! Тепре курсассӑн…
Хуралҫӑ тухса утрӗ. Алмас вара хӑй пӳлӗмӗнчен тухмарӗ, апат ҫиме те каймарӗ. Каҫпала ӑна Ахмат пырса ҫитерчӗ.
Ҫывӑрма выртсассӑн шухӑш каллех тӑван киле вӗҫсе кайрӗ. Акӑ пурте куҫ умӗнче: ашшӗ те, амӑшӗ те, Калима та, Пӑрчкан аппӑшӗ те… Чӗкеҫ те унтах пек, темшӗн питӗ ятлаҫать, тарӑхсах аллипе сулкалашать. «Каллех темӗскер ыйтма пынӑ-ха, те ҫимелли, те тумланмалли? Ку хутӗнче нимех те тивмерӗ курӑнать. Ҫавӑнпа кӑмӑлсӑр пуль ӗнтӗ вӑл». Ҫапла шухӑшласа выртнӑ хушӑрах Алмас вӑрмана пырса кӗчӗ пек. Ак чӗмере, унта Пӑрчкан тӑра парать. Аллисемпе хыпаласа пӗр йывӑҫа суйласа илчӗ те: «Ҫак ҫӑкана касмалла, вӑл шӑпах манпа пӗр ҫулалла», — терӗ. Алмас пуртӑ тытрӗ те вӑйпах качлаттарма пуҫларӗ. Шурӑ турпас айккинелле сирпӗнет кӑна. Ак тамаша, йывӑҫ вулли варрине ҫитсессӗн сасартӑк юн сӑрхӑнса тухрӗ. Алмас касма чарӑнса айккинелле пӑхса илчӗ, Пӑрчкан курӑнмарӗ. Каччӑ пуртӑ ҫинчи юна симӗс курӑкпа шӑлса илчӗ те тепӗр енчен касма тытӑнчӗ. Пӗрре пуҫланӑ ӗҫе вӗҫлемеллех ӗнтӗ. Ҫав самантра темӗскер кӗмсӗртетни илтӗнсе кайрӗ. Алмас куҫне уҫрӗ. Урамра аслатиллӗ ҫумӑр чашлаттарать иккен…
Тӑваттӑмӗш кун. Типӗ ҫанталӑка пула хӑрӑнса ҫитнӗ ҫӗр тинех ӗҫсе тӑранчӗ. Йывӑҫ-курӑк тата симӗсреххӗн курӑнса кайрӗ. Ирхи апатран тухнӑ тӗле ҫанталӑк уяртнӑ, хӗвел те такамран кулнӑ пек йӑлкӑшать.
Кӑшт вӑхӑт иртсессӗн кунта пурӑнакансене тӑваттӑшне те урапа ҫине лартса илсе кайрӗҫ. Озал визирь хӑй килнӗ иккен. Халӗ, ав, пуринчен малта чаплӑ ӑйӑр ҫинче ларса пырать. Ӑна курсассӑн кунти ҫынсем чарӑнса тӑрсах пуҫ таяҫҫӗ. Пурте паллаҫҫӗ курӑнать. Лешӗ вара пуҫне пушшех каҫӑртса мӑнаҫланса илет. Эсрелӗн чи ҫывӑх ҫыннисенчен пӗри вӗт, хулари йӗркене тытса пыраканни, халӑха ӗҫлеттерекенни.
Кӗҫех вӗсем хула хӗррине ҫитрӗҫ. Йӗри-тавра тӑпра куписем. Ҫыннисем вара… Кӑткӑсем пекех хӗвӗшеҫҫӗ. Ҫӗтӗк кӗпеллисем те пур.
— Мӗн тӑваҫҫӗ вара кунта? — ыйтрӗ Алмас Ольгӑран.
— Хула йӗри-тавра тӑпра купалаҫҫӗ, ҫӳллӗ хӳме тӑваҫҫӗ.
Чӑнах та, тинех тавҫӑрса илчӗ Алмас. Халӗ ӗнтӗ ӑнлантарма та кирлӗ мар, пурте куҫ умӗнче. Лаша ҫинче ларса ҫӳлтен пӑхкаласа ҫӳрекенсем те пур. Акӑ, пӗри пушӑпа хӑмсарса илчӗ, ҫапассипе хӑратрӗ. «Чурасене ӗҫлеттереҫҫӗ», — шутларӗ Алмас.
Кайсан-кайсан ҫырмаллӑ-сӑртлӑ вырӑна ҫитсе чарӑнчӗҫ. Кунта та ҫынсем. Чул йӑтаҫҫӗ. Ҫырмаран хӑпартмалла иккен.
— Куратӑр пулӗ, мӗнле мӑран ӗҫлеҫҫӗ. Вӗрентсе илӗр-ха вӗсене, — терӗ Озал. Хӑй лашине чӑпӑрккапа туртса ҫапрӗ те сиккипе хула патнелле вӗҫтерчӗ. Кунти ертӳҫӗсем тӑваттӑшне те нухайкка тыттарчӗҫ те ҫырма айккине тӑратса тухрӗҫ. Ытлашши хуллен утакансене хӑваламалла иккен. Паллах, нухайккапа ҫапсах. Акӑ лешсем пырса тӑнӑ-тӑманах чул йӑтакансене ҫапкаласа илчӗҫ. Йывӑр чула аран ҫӗклесе пыраҫҫӗ, ҫумӑр хыҫҫӑн урисем те шӑваҫҫӗ. Вырӑнӗ те тӑмлӑскер. Мӗнле хӑйса ҫапӑн-ха вӗсене? Ниепле те алӑ ҫӗкленмест.
— Мӗншӗн ҫапмастӑн?! — илтӗнчӗ пӗр ертӳҫин хулӑн сасси. — Хӑвна тутантарса пӑхмалла-им тата?
Алмас пӗрне ытахалӗнчен ҫапса пӑхрӗ.
— Хытӑрах пар! Ак ҫапла, — тесе ҫапса кӑтартрӗ.
Тахӑшне хӑваламалла? Лешӗ ҫаплипех пӑхса тӑрать. Вара Алмас хӑй патӗнчен иртсе пыракан ҫӗтӗк кӗпеллӗ арҫынна ҫапрӗ. Лешӗ ҫаврӑнса пӑхрӗ те: «Эсӗ-ҫке ку, Ватрас турхан ывӑлӗ», — терӗ.
Ҫак сӑмахсене илтсессӗн Алмас чӗри чутах сиксе тухатчӗ. Пӗрремӗш хут чӑннипех ҫапрӗ, вӑл та пулин чӑваша тиврӗ, хӑйне паллакан ҫыннах иккен. «Мӗн тӑватӑп-ха эпӗ? Нивушлӗ ҫакӑн пек ирсӗр ӗҫпе аппаланса тӑмалла вара манӑн?» Тӑвӑлса ҫитнӗ чунне чарас тесеши, Алмас нухайккине айккинелле ывӑтрӗ. Ҫакна Ольга асӑрхарӗ, чупса пычӗ те нухайккана илсе Алмаса тыттарчӗ. «Асту, лешсем вӗсем никама та хӗрхенмеҫҫӗ. Ҫак пушӑпах хӑвна хӗртсе илеҫҫӗ ак. Остапа та ҫапла турӗҫ».
Ҫӳлтен Эсрел ҫыннисем иккӗн аннине курсассӑн Алмас Ольга каланине итлерӗ, нухайккапа сулкалашма пуҫларӗ…
Пиллӗкмӗш кун. Паян апат хыҫҫӑн каллех хула хӗрне илсе кайрӗҫ. Ку хутӗнче вара тӑпра купаланӑ ҫӗре. Каллех ӗҫлекенсене хӑваламалла, васкатмалла. Пур ӗҫе те Озал тӗрӗслесе тӑрать иккен. Акӑ, сасартӑк сӑрнай сасси илтӗнсе кайрӗ. Пурте ӗҫлеме пӑрахсах чӗркуҫленсе ларчӗҫ. «Лар часрах! — терӗ Алмаса Ольга. — Ав, курмастӑним, Эсрел хӑй килнӗ».
Чӑнах та, Озалпа пӗрле шап-шурӑ ӑйӑр ҫинче тепӗр ҫын ларса пырать. Тумӗ вара, ылтӑн-кӗмӗлпе илемлетнӗрен, аякранах ҫиҫсе тӑрать. Питӗ тӗреклӗ арҫын пулас, Озал ун ҫумӗнче пӗчӗк ача пек кӑна курӑнать. Аслӑ визирь хӑй хуҫине аллипе тӗллесе кӑтартса ӗҫсем мӗнлерех пынине каласа парать. Каллех сӑрнай сасӑ пачӗ. Пурте ӗҫе пуҫӗнчӗҫ. Пӑхавҫӑсем чурисене ҫапа-ҫапа илчӗҫ. Алмас та ҫапрӗ. Мӗн пулса иртет-ха? Алӑ хӑех хӑмсарать. Хӑнӑхса ҫитрӗ. Лашана е ӗнене ҫапнӑ пек ҫеҫ туйӑна пуҫларӗ.
Алмас пӗлменни кунта та темӗн чухлех. Малтан хӑва авса ҫатан карта тытса тухаҫҫӗ иккен, вара тин тӑприне купалама пуҫлаҫҫӗ. Пӗрисем лавпа турттараҫҫӗ, теприсем сӑран михӗпе йӑтаҫҫӗ. Кун чухлӗ ҫын ӗҫленине Алмас пӗрремӗш хут курать. Хӳми вара самай ҫӳллӗ пулать. Пусмасӑр хӑпараяс ҫук. Тепӗр ушкӑнӗ вара ҫырмаран йӑтса килнӗ чула майлаштарса хурать. Тӑм ҫӑрсах ҫыпӑҫтарса пыраҫҫӗ курӑнать. Ку вырӑна мӗншӗн чулпа ҫирӗплетеҫҫӗ-ши вара? Ыйтса пӗлӗччӗ, ыттисем чылай инҫе тӑраҫҫӗ. Пӗлес килни никама та канӑҫ памасть. Алмас чӑтса тӑраймарӗ, Остап патне пырса ыйтрӗ. «Хула хапхи пулать вӑл», — терӗ лешӗ.
Чӑнах та, икӗ енчен чулпа ҫирӗплетсе пысӑк хапха майлаштарса лартаҫҫӗ пуль ӗнтӗ, тӑшман тапӑнсассӑн хупӑнса ларма: «Хӑйне тӗнче пуҫлӑхӗ пек тыткалакан Эсрел те кӑштах хӑрать пулас. Камран-ши?» — шутласа илчӗ Алмас…
Акӑ, пӗри, пушӑ михӗпе иртсе пыраканскер, чарӑнса тӑчӗ те сиввӗн пӑхса шӑл витӗр: «Эх, Алмас, намӑс мар-и сана. Халӑха Эсреле хирӗҫ ҫӗклес вырӑнне ҫакӑнта чӑвашсене ҫапса тӑратӑн. Аҫу хӑраххи», — терӗ.
Алмас пичӗ ҫуса тасатнӑ кишӗр пек хӗрелсе кайрӗ. Каламалли сӑмах та тупӑнмарӗ. Лешӗ вара михӗ тӗпӗнчи тӑпрана Алмас ури ҫине силлерӗ те малалла уттарчӗ…
Ӑҫта кайса кӗмелле-ха? Атӑ ӑшӗнчи тӑпра туяпа ҫапнинчен те хытӑрах ыраттарать. Намӑс тӑпри мар-и-ха вӑл? Килелле тапса сикӗччӗ, усси пулас ҫук. Эсрел тыткӑнӗнчен киле чӗррӗн таврӑнакан пулман теҫҫӗ. «Атте, мӗншӗн килсе каймастӑн ҫак эсӗ? Ман ҫинчен мантӑн-им?…»
Улттӑмӗш кун. Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн Алмаса каллех чул кӑларнӑ ҫӗре илсе кайрӗҫ. Ку хутӗнче вара пӗчченех.
Вӑл ҫитнӗ ҫӗре ӗҫ вӗресе тӑрать тесессӗн те юрать, ирех пуҫлаҫҫӗ курӑнать. Паян вара тӑр кӑнтӑрлах темиҫе ҫӗрте те вутӑ йӑлкӑшса ҫунать. Пӗр вучахӗ инҫех те мар, унта мӗн пулса иртни лайӑхах курӑнать. Чылай пысӑк чула хӑйӑртан тасатнӑ та йӗри-тавра вут хурса хӗртеҫҫӗ. Кӑварӗ те нумай. Питӗ вӗри курӑнать, ҫыннисем кӑшт айккинерех кайса тӑнӑ. Тимлӗнрех пӑхсассӑн хӗрсе ҫитнӗ сывлӑш выляни те паллӑ. Вутне вара хӗрхенмеҫҫӗ, хураҫҫӗ те хураҫҫӗ. Алмас ҫакна чул йӑтакансене ҫапма мансах чылайччен сӑнаса тӑчӗ. Ак япала, чулӗ те хӗрсе кайнӑ иккен, хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ. Лешсем ҫаплипех шӗлкӑвара вӑрӑм шалчапа хускаткаласа илеҫҫӗ. Акӑ, иккӗшӗ вӑрӑм валак йӑтса пырса пӗр вӗҫне чул ҫине тӗкӗнтерсех вырнаҫтарса лартрӗҫ. «Аялтисем! Сыхланӑр!» — кӑшкӑрчӗ пӗри. Чул патӗнчисем те чылай айккине кайса тӑчӗҫ. Унтан ҫӳлтисем валак тӑрӑх шыв ячӗҫ. Чашӑл! туса пӑс ҫӗкленнӗ хыҫҫӑн таврана шарт-шарт! тунӑ сасӑ сарӑлчӗ. Самай пысӑк чул татӑкӗсем аялалла вӑркӑнса кайрӗҫ. Лере вӗсене часрах сивӗнччӗр тесе татах шывпа сапаҫҫӗ иккен. Кайран ҫӗклесе хӑпартаҫҫӗ. Ҫакӑнта тапаҫланакансене хӑваласа тӑмалла та ӗнтӗ Алмасӑн.
Кунта та чӑваш тӑрӑхӗнчи ӗҫ йӗркипе танлаштармалли тупӑнчӗ. Ҫамрӑк турхан ашшӗпе пӗрле ялсем тӑрӑх ҫӳренӗ чухне ҫынсем пысӑк чула мӗнле ватнине куркаланӑччӗ-ха. Малтан ҫав чула тимӗр е пӑхӑр япалапа шӑтарса чылай тарӑн шӑтӑк тӑваҫҫӗ. Унтан ҫав шӑтӑка питӗ типӗ йывӑҫран тунӑ пӑта ҫапса кӗртеҫҫӗ те шыв яраҫҫӗ. Йӗпенсе сарӑлнӑ йывӑҫ вара хӑй ӗҫне аванах тӑвать, чула ҫурса парать. Ку мелпе чӑвашсем мӗн авалтанпах усӑ кураҫҫӗ иккен. Кунта вара урӑхла. Каҫ тӗлнелле хӗртнӗ чулсем татах шартлата-шартлата ҫурӑлчӗҫ…
Алмас ҫитнӗ ҫӗре лешсем каҫхи апат ҫисе канма выртнӑ пулмалла. Пӗри те курӑнмаҫҫӗ. Ахмат та ҫуккӑ, унпа пӗрле ӗҫлекенни кӑна. Апат ҫинӗ май кӑштах пуплешсе илчӗҫ те лӑпланчӗҫ.
Чул кӑларнӑ ҫӗрте пулни самаях ывӑнтарать иккен. Шӑм-шакран ытла ӑшри йывӑрлӑх пусать, шӑхлич те тытас килмест. Алмас вара выртнӑ-выртманах ҫывӑрса кайрӗ.
Ольгӑшӑн паянхи кун калама ҫук пысӑк хуйхӑ илсе килчӗ. Хӗрарӑмран тӑранма пӗлмен Эсреле пулах ӗнтӗ. Ольга ашшӗ, Танаис шывӗ пуҫланнӑ ҫӗрте пурӑнакан ӑру пуҫлӑхӗ, хӑй хӗрне Эсреле качча пама килӗшнӗ, кӑштах та пулин ҫӑмӑллӑх шыраса ӗнтӗ. Чылайӑшӗ ҫапла тӑваҫҫӗ те. Эсрел арӑмӗсем хушшинче мӗнле халӑх хӗрӗ ҫук пулӗ.
Ыран вара Ольгӑна Эсрел ҫуртне куҫараҫҫӗ, арӑм тума хатӗрлеҫҫӗ. Ашшӗ те килет ӗнтӗ. Унсӑр мӗнле-ха?
Малалла мӗн пулса иртессине ӑнкартма май ҫук. Пӗр пӗччен вӗт-ха вӑл, калаҫса чуна пусарма та ҫын ҫук. Тӗрмери пек пурӑнать. Алмас патне кайӗччӗ, хуралтан хӑрать. Енчен те вӑл сиссессӗн, ахаль ирттерсе ярас ҫук. Тен, халӗ Ольгӑна тивмӗ-ха, ҫапах Эсрелӗн пулас арӑмӗ. Патакӗ Алмаса лекме пултарать. Уншӑн сӑлтав кӑна пултӑр, ҫапать те хуҫать.
Ҫапла ҫывӑрса каяймасӑр пӗр енчен тепӗр енне ҫаврӑнкаласа выртнӑ ҫӗре вӑхӑчӗ самаях шурӗ. Акӑ, алӑк сассисем те илтӗне пуҫларӗҫ. Пурте пӳлӗмрех-ши тесе тӗрӗслет ӗнтӗ. Ольга куҫне хупса ҫывӑрнӑ пек туса выртрӗ. Лешӗ алӑка уҫса кӑштах итлесе тӑчӗ те тухрӗ, унтан Алмас патне кӗрсе пӑхрӗ. Вара хӑй патне уттарчӗ. Халӗ ӗнтӗ урӑх тӗрӗслес ҫук. Йӗрки ҫапла, ҫур ҫӗр тӗлнелле кӗрсе пӑхатех.
Тепӗртак тӑрсассӑн Ольга питӗ хуллен алӑкне уҫрӗ те ҫарранах, ура сасси ан пултӑр тесе ӗнтӗ, Алмас алӑкӗ патне пырса тӑчӗ. Ӑна уҫиччен йӗри-тавра пӑхса илчӗ. Нимӗнле сас-хура та илтӗнмерӗ, пӗр йытти кӑна кӑшт йынӑшса илчӗ те лӑпланчӗ. Вара тин питӗ хуллен уҫса кӗрсе тӑчӗ те ҫаплипех васкамасӑр хупрӗ. Унтан ҫывӑракан Алмас патне пырса тӑчӗ те питӗнчен шӑлса илчӗ. Лешӗ вӑранмарӗ. Хӗрача вара каччӑ хӑлхи патне пӗшкӗнсе: «Алмас, вӑран-ха», — терӗ. Илтрӗ пулас, чӗтренсе илчӗ те хӑравҫӑ сасӑпа: «Кам кунта?» — терӗ.
— Ан хӑра. Эпӗ ку, Ольга.
— Мӗн пулчӗ вара? Лешӗ килсен…
— Урӑх килмест вӑл… Калаҫас килет манӑн, чунӑм ҫунать. Кунта эпӗ юлашки каҫ, — терӗ Ольга Алмаспа юнашар ларса. — Ыран мана Эсрел килне куҫараҫҫӗ.
— Ку мӗне пӗлтерет тата?
— Хӑй арӑмӗ тӑвасшӑн вӑл мана. Аттепе те калаҫса татӑлнӑ.
— Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ, Ольга, турӑ ҫырнинчен иртеймӗн. Шӑпу ҫапла пулӗ.
— Мӗнле турӑ… Каяс килмест ман унта, чысӑма та уншӑн упраман.
Ним кӗтмен ҫӗртенех Ольга Алмаса ыталаса илчӗ те чуптума тытӑнчӗ. Хӑйӗнчен вӗри сывлӑш ҫапать.
— Алмас, юрат мана, пӗрремӗш арҫын эсӗ пул, — пӑшӑлтатрӗ Ольга.
Алмас тӗлӗннипе хӗр ытамӗнчен вӗҫерӗнсе ура ҫине тӑчӗ. Унччен вӑл кун пеккине тӗл пулманччӗ-ха, мӗн тумаллине те пӗлмест. Лешӗ вара хӑйӗннех перет, юратма йӑлӑнать.
«Мӗнле-ха капла? Чунӑм та туртмасть, юратнӑ хӗр те мар. Ҫук, кун пек юрамасть», — чарчӗ хӑйне ҫамрӑк турхан.
— Лӑплан-ха эсӗ. Тен, кун пекех хуҫӑлма кирлӗ те мар. Керменти пурнӑҫ тем тесессӗн те кунтинчен лайӑхрах ӗнтӗ.
— Эх, эсӗ те ҫав, — терӗ те Ольга ӗсӗклесе йӗрсе тухса кайрӗ.
Алмасӑн вара ҫывӑрасси пулмарӗ. Ольга та лӑпланаймарӗ, ирчченех макӑрчӗ. Мӗн шутларӗ-ши ӗнтӗ вӑл Алмас пирки…