II

Ниме ҫыннисем ӗҫ пӗтнӗ хыҫҫӑн ҫӑвӑнса тасалчӗҫ те арман ҫурчӗ патнелле утрӗҫ. Вӗсене халӗ сип-симӗс ҫерем ҫинче ниме апачӗ кӗтет. Вучахран инҫех мар вӑрӑм каскасем хурса тухнӑ. Кӑшт айккинерех кӑвайт йӑлкӑшса ҫунать. Акӑ арман хуҫи пӳртӗнчен темиҫе ҫын тухрӗ. Малта Ватрас турханпа мӑчавӑр утаҫҫӗ, кӑшт хыҫаларах — арман хуҫипе кӗске сакӑ йӑтнӑ икӗ арҫын, чи хыҫалтан иккӗн вӑйпа тӗксе сӑра пички кустарса пыраҫҫӗ. Турхан килнине курсанах ҫынсем ун еннелле ҫавӑрӑнса тӑчӗҫ. Вӑл ҫывхарсанах ҫамрӑксем чӗркуҫленсе ларчӗҫ, ваттисем пуҫне пӗкрӗҫ. Ватрас турхан туйи ҫине тайӑнса сак ҫине ларчӗ, хӑйпе юнашар мӑчавӑра лартрӗ. Унтан вара вӑрӑм каскасем ҫине ватӑраххисем вырнаҫрӗҫ, ҫамрӑксем ҫерем ҫинче вырӑн тупрӗҫ.

Арман хуҫи турхан еннелле ҫавӑрӑнса тӑчӗ те:

— Эй, мухтавлӑ турханӑмӑр Ватрас, пире пичке пуҫлама ирӗк парсам, — терӗ.

— Пуҫлӑр!

Малтанхи алтӑра арман хуҫи Ватрас патне йӑтса пычӗ. Анчах ӑна мӑчавӑр тытрӗ те темиҫе хутчен сыпасыпа пӑхрӗ, вара тин турхана тыттарчӗ. Лешӗ ӗҫсе пӑхнӑ хыҫҫӑн: «Пӗви ҫирӗп лартӑр!» — терӗ. Ун хыҫҫӑн ыттисем те пӗр харӑссӑн ҫав сӑмахсенех каларӗҫ. Ватрас аллине сулчӗ. Арман хуҫи сӑра алтӑрне чи ватӑ шурсухал умне йӑтса пычӗ. Лешӗ ура ҫине тӑрса алтӑра икӗ аллипе тытрӗ те «Алран кайми аки-сухи…» тесе юрласа ячӗ. Ун хыҫҫӑн пурте ура ҫине тӑрса ҫак авалхи юрра шӑрантарчӗҫ. Вара тин ниме ҫыннисене темиҫе алтӑрпа ӗҫтерме пуҫларӗҫ. Ӗҫрӗҫ, ҫирӗҫ, савӑнчӗҫ. Каллех Илемпие аса илсе юрларӗҫ.

Нар пек хӳхӗм Илемпин

Ӳчӗ юлчӗ пӗвере,

Эпир панӑ пилпеле

Чунӗ кайтӑр пӗлӗте.

Нар пек хӳхӗм Илемпи,

Асӑнатпӑр халь сана,

Хамӑр пуҫлӑх сӑрипе,

Асаттесен йӑлипе.

Ан ҫиллентӗр шыв турри —

Ҫирӗп лартӑрччӗ пӗви.

Йӗри-тавра пӗчӗккисем сиккелесе ҫӳреҫҫӗ, хӑваласа ҫитмелле выляҫҫӗ. Акӑ йӑлкӑшса ҫунакан кӑвайтӑн пӗр енне каччӑсем, тепӗр енне хӗрсем карталанса тӑчӗҫ те сӑвӑ калама тытӑнчӗҫ.

Ким чечек, ким чечек,

Килме кура пӗр кура,

Сала-сала салашки,

Эс те яш, эп те яш,

Кил иксӗмӗр пӗр пулар,

Амантей!

Лешӗ, Амантей ятли, кӑвайт урлӑ сиксе каҫрӗ те хӑй килӗштерекен хӗр умӗнче тапӑртатса ташласа илчӗ, вара унпа юнашар кӗрсе тӑчӗ. Унтан каччӑсем мӑчавӑр мӑнукне Нарпие чӗнсе илчӗҫ. Ҫапла ҫамрӑксем чылайччен вылярӗҫ. Аслӑраххисем вара сӑра ӗҫнӗ май яш-хӗрсене пӑхса киленсе ларчӗҫ. Ватрас мӑчавӑрпа калаҫса илчӗ те аллисене хире-хирӗҫ тытса икӗ хутчен ҫапрӗ. Пурте лӑпланчӗҫ.

— Эпир ӑна ҫамрӑк чух кӑвайт урлӑ сикнипех ҫырлахмастӑмӑрччӗ, кӑвар ҫинче те ташлаттӑмӑрччӗ. Халӗ вара хӑюллӑ каччӑсем юлмарӗҫ-им?

— Алмас ташласан кӑна. Ҫавна чӗнсе килмелле, — илтӗнчӗ сасӑ.

— Эпӗ халех, — тесе пӗри чупса кайма тӑчӗ.

Анчах ӑна турхан чарчӗ. Паян Алмасшӑн йывӑр кун пулнине кӑштах ӑнланчӗ пулас. Уншӑн кунта куҫҫуль витӗр сӑрхӑнса тухакан савӑнӑҫ кӑна пулӗ.

Ватрас ҫамрӑксем ҫине тепӗр хут пӑхса илчӗ те:

— Е хамӑн пуҫласа парас-и? — терӗ.

— Ҫук, ҫук. Алмас вырӑнне хам ташласа парӑп, — пачах кӗтмен ҫӗртен персе ячӗ Нарпи. Пурте ун ҫинелле тӗлӗнсе пӑхса илчӗҫ.

— Кӑварне сапалӑр, — хушрӗ паттӑр хӗрача. Хӑй вара пӗр самантлӑха тӗмсем хыҫне кайса ҫухалчӗ. Ӑна темиҫе ҫул каялла алла пӗҫертсен мӗнле курӑкпа сӗрмеллине амӑшӗ каласа хӑварнӑччӗ. Ҫав курӑка шырарӗ. Тупрӗ. Вара унпала ура тупанне сӗрчӗ.

Вӑл пынӑ ҫӗре кӑвар хатӗр, Нарпирен кӑштах куҫ хӗссе кулнӑ пек йӑлкӑшса выртать. Тахӑшӗ шӑпӑр калама пуҫларӗ. Нарпи малтан хӑра-хӑра пускаласа пӑхрӗ, унтан варринех кӗрсе кайрӗ. Пуҫӗнче ун пӗрмаях пӗр шухӑш: «Эпӗ пӑр ҫинче ташлатӑп».

Ҫав самантра Калима хашкаса чупса пычӗ те ашшӗне хӑлхаран темле хыпар пӗлтерчӗ.

— Чарӑнӑр! — кӑшкӑрса ячӗ турхан. — Алмас ҫухалнӑ. Ҫавна шырӑр! Пӗве патне кайса пӑхӑр!

Ҫамрӑксем чупрӗҫ. Ваттисем те ура ҫине тӑчӗҫ.

Чӑнах та, Алмас пӗве пуҫӗнче кӗреҫепе чакалашать, Илемпие кӑларасшӑн тӑрмашать. Вилнӗ пулсассӑн та ҫын евӗрлӗ пытарасчӗ тет.

Малтан вӑл юлташӗсене ҫывӑха пыма памарӗ, кӗреҫепе хӑмсарса хӑваласа ячӗ. «Кун пек вӑл пӗвене те татса яма пултарӗ», — тенине илтсен темиҫен харӑссӑн пырса кӗреҫине туртса илчӗҫ те хӑйне ашшӗ патне ҫавӑтса пычӗҫ.

— Каланӑ вӗт сана килтен тухма юрамасть тесе! — ятлаҫса илчӗ Ватрас. — Лӑплан! Ҫак сӑрана ӗҫ те кӑвар ҫинче ташласа пар.

Алмас кӗттерсе тӑмарӗ, ӑш хыпнине пусарас тесе сӑрине тӗппипех ӗҫсе пачӗ, куҫне шӑла-шӑла кӑвар ҫине кӗрсе кайрӗ…

Выртать кӑвар йӑл-йӑл ҫиҫсе,

Пире парса хӑй ӑшшине.

Вут пек таса пулас тесе

Чӑваш пуҫлать хӑй ташшине.

Ташлать чӑваш кӑвар ҫинче —

Ҫапла сирет чирне-чӗрне.

Ташлать чӑваш кӑвар ҫинче —

Ҫапла сыхлать хӑй сывлӑхне.

Кӗрсе каять кӑвар ҫине

Вӑл хӑйшӗн хӳтлӗх шыраса.

Ҫарран сикет кӑвар ҫинче

Те савӑнса, те хурланса.

Ташлать чӑваш кӑвар ҫинче —

Ҫапла упрать чун хавалне,

Ташлать чӑваш кӑвар ҫинче —

Ҫапла сыхлать вӑл хӑй чысне.

Сикет чӑваш кӑвар ҫинче

Ниҫта кайса кӗме ҫукран,

Ташланӑ чух кӑвар ҫинче

Хӑрушӑ мар нимле тӑшман.

Ташлать чӑваш кӑвар ҫинче —

Ҫапла упрать таса ятне,

Ташлать чӑваш кӑвар ҫинче —

Ҫапла сыхлать хӑй ирӗкне.

Ташлать чӑваш кӑвар ҫинче,

Чӑваш ташлать кӑвар ҫинче…

Алмаспа пӗрле Нарпи те тепӗр хут ташша тухрӗ. Ыттисем вара алӑ ҫупса тӑчӗҫ.

— Ну, ҫитӗ. Халӗ ыранхи пирки пӗлтерем, — терӗ турхан. — Кӑнтӑрла тӗлӗнче Эсрел ҫыннисем хырҫӑ илме килеҫҫӗ. Хатӗрленӗр. Камӑн мӗн чухлӗ памаллине хӑвӑрах пӗлетӗр. Пӗлтӗрхинчен кая мар. Эпӗ халь кайрӑм. Манӑн ыранхи хӑнасене кӗтсе илме хатӗрленмелле.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн таврана тунсӑх пусрӗ. Аслӑраххисем килелле уттарчӗҫ, ҫамрӑксем сӑра пички патне чупса пычӗҫ…

Ватраспа уксах Миккана юрта умӗнче Аминепе суккӑр хӗрарӑм кӗтсе тӑраҫҫӗ.

— Алмас ӑҫта вара? — ыйтрӗ тӳрех Амине.

— Ҫамрӑксемпе юлчӗ. Калима пӗрле илсе килетӗп терӗ.

— Ку тата кам? — асӑрхарӗ ют ҫынна турхан.

— Паллаймарӑн пуль ҫав, Ватрас.

— Сассуна таҫта илтнӗ пек те…

— Пӑрчкан эпӗ.

— Ан тӗлӗнтер-ха!? Ӑҫтан сиксе тухрӑн вара эсӗ? Пӑрчкан…

— Эсрел киле ячӗ. Халӗ ӗнтӗ сан сассуна илтрӗм, кайсан та юрать. Аванах пурӑнатӑр курӑнать. Арӑму аллинчен сан ҫӑкӑрна та ҫисе куртӑм. Турӑ пулӑшса пытӑр сире.

— Чим-ха. Ӑҫта кайӑн-ха ӗнтӗ халӗ, Пӑрчкан? Килӳ ҫуккӑ сан, йӑху та пӗтнӗ… Темшӗн ҫапла-ҫке-ха унта Турикасра. Пушар хыҫҫӑн пушар тухать. Сан тӑванусене пурне те кӑвар турри хӑй патне илчӗ пулас.

— Кунта та хуйхӑ кӑна кӗтсе тӑрать мана… Пурпӗрех хамӑр яла ҫитесчӗ. Кунтан инҫех марччӗ вӗт. Кам патне те пулин кӗрсе выртӑп.

Пӗр самантлӑха Ватрасӑн куҫӗ хуралса килчӗ; ун умӗнче леш унчченхи Пӑрчкан, таврари чи хитре хӗр тӑрать пек. Ҫамрӑк чухнехи ӗмӗчӗ халӗ пурнӑҫланчӗ пек туйӑнса кайрӗ. «Атя, кӗрер», — терӗ Ватрас Пӑрчкана аллинчен тытса. Анчах ун алли пачах та ҫамрӑк хӗр алли пулмарӗ, типшӗм те сивӗрехскер кӑна. Унчченхи Пӑрчкан алли мар иккен.

— Тен, каҫа хирӗҫ каймасан та юрӗ. Пӗр каҫлӑха кунтах юлӑн, — терӗ Ватрас тӑна илсе. — Амӑшӗ, эсӗ мӗн калӑн?

— Сан кӑмӑлу, Ватрас. Эсӗ каланӑ пек пултӑр… Эпӗ вучах патне каям-ха, апат хатӗрлем.

Ватраспа Пӑрчкан шала кӗчӗҫ те чылайччен калаҫса ларчӗҫ. Турханӑн, паллах, Эсрел патӗнчи йӗркесене ыйтса пӗлес килчӗ.

— Эсрел патне ҫитсессӗн, — пуҫларӗ каласа пама Пӑрчкан, — пире ача ҫуртне вырнаҫтарчӗҫ.

— Ку тата мӗнле япала?

— Эсрел шутласа тупнӑскер. Илемлӗ те тӗреклӗ чӑваш хӗрарӑмӗсене ача ҫураттарса усрать. Лешсене вара пӗчӗклех ҫар ӗҫне вӗрентсе ӳстерет те ытти халӑхсемпе ҫапӑҫма ярать. Эпӗ те пилӗк ача ҫуратса патӑм: виҫӗ ывӑл та икӗ хӗр. Пурне те сывӑ хӑварчӗҫ. Начар ачана ҫуралнӑ-ҫуралманах чӑнкӑ ҫыранран шыва пӑрахаҫҫӗ. Хӑй ҫарне, халӑхне вӑйлатса пырать. Юлашки вӑхӑтра вара хӗрарӑмсене те ҫапӑҫма вӗрентет. Халӗ ун хӗрарӑм юланутҫӑсем нумай, ухӑпа та ӑста переҫҫӗ.

— Чӑваш ывӑлӗсемпе хӗрӗсем ӗнтӗ.

— Юнӗпе ҫапла пуль те, чӗлхипе тӗнӗ вӗсен пачах урӑхла. Эсрел вӑйлӑ вӑл. Ӑна ҫӗнтерекен ку тӗнчере тупӑнас ҫук.

— Ан та кала-ха, малашне те ҫаплах пӑхӑнса пурӑнма тивет пуль ӗнтӗ. Вӑрҫӑпа кӑна ан килтӗрччӗ. Ыттине чӑтӑпӑр.

— Шухӑшӑмпа кашни кунах яла килсе каяттӑм. Тӗлӗкре те пӗрмаях кунти вырӑнсем курӑнатчӗҫ. Тарса та пӑхрӑм, анчах хӑваласа ҫитсе тытрӗҫ. Вирлӗ сыхлаҫҫӗ. Чуна пусарас тесе ал ӗҫне пикентӗм, илемлӗ тӗрӗсем тума пуҫларӑм. Пӗрре ҫапла лайӑх хатӗрленсе юртӑна ҫакмалли кавир тӗртрӗм. Самай хитрескер пулчӗ. Тахӑшӗ ҫавӑн ҫинчен Эсреле пӗлтернӗ. Лешӗ персе те ҫитрӗ. Тумӗ хӑйӗн калама ҫук паха, ылтӑн та кӗмӗл кӑна ҫиҫсе тӑрать. Тарҫисем те пӗрле, пуҫ тайса кӑна тӑраҫҫӗ.

— Ҫак кавира тӗрлесе илемлетекенни эсӗ-и-ха? — ыйтрӗ Эсрел.

— Эпӗ, — тетӗп.

— Ӑста тунӑ. Вӑл текех ман юртӑра чи хаклӑ хӑнасене кӗтсе илнӗ вырӑнта ҫакӑнса тӑрӗ.

— Ҫакӑ маншӑн калама ҫук пысӑк чыс, аслӑ Эсрел, — терӗм.

— Апла пулсассӑн сана ҫакӑншӑн тав тӑвас шухӑшӑм пур. Мӗн кирлине ыйт.

— Вӑйлӑран та вӑйлӑ Эсрел, киле кайма ирӗк парсам мана, — терӗм.

— Кунта мӗнрен япӑх вара. Апатне япӑх ҫитереҫҫӗ-и? Е арҫынсем япӑх юратаҫҫӗ-и? Эсӗ хӑш енчисем вара? Турхану кам?

Эпӗ вара сан ятна каларӑм, тепӗр хут тӑван ене яма тархасласа ыйтрӑм. Вӑл вара тӗлӗннипе: «Ҫав чухӑн та выҫӑ ҫӗршывра мӗн кирлӗ-ха сире», — тесе хучӗ. Унтан тарҫисемпе шӑппӑн калаҫса илчӗ те: «Килӗшетӗп. Эсӗ каланӑ пек пултӑр. Анчах ҫӗр ҫинче ҫакӑн пек кавир урӑх пулмалла мар», — терӗ.

Вара мана иккӗн алӑсенчен ярса тытрӗҫ те виҫҫӗмӗшӗ куҫа темле шӗвек сапрӗ. Ҫут тӗнче ялтӑр! туса илчӗ те тӗттӗмленсе ларчӗ. Унтанпа куҫсӑр тӑрса юлтӑм. Кунпа ҫӗре те пӑтраштаратӑп, кунта ҫити миҫе кун килнине те уҫӑмлӑн калаймастӑп. Юрать-ха, ырӑ ҫынсем тупӑнчӗҫ, ҫул кӑтартрӗҫ, шыв урлӑ каҫарчӗҫ.

— Эй, ҫӗр ҫӑтман! Тем тӑвӑттӑм ҫавна! Мӗншӗн аслати ҫапса вӗлермест-ши ӑна?

Амине кӗчӗ те тулта уҫӑрах тесе апат ҫиме килкартине чӗнчӗ. Виҫҫӗшӗ те тухрӗҫ…

Загрузка...