Ҫамрӑклӑх вӑл питӗ канӑҫсӑр вӑхӑт, кунӗпе тырӑ вырсассӑн та, утӑ ҫулсассӑн та вӑййа тухас килет, ывӑнни те сисӗнмест. Вӑрҫӑ вӑййи хыҫҫӑн та ҫавах иккен. Нарпипе Юман ҫитнӗ ҫӗре чылайӑн пухӑннӑ кунта. Ытларах каччӑсем. Пӗр-пӗринпе кӗрешсе вӑй виҫеҫҫӗ. Акӑ пӗри пурне те ҫӗнтерсе пычӗ. «Тата кам юлчӗ-ха? Тен, эсӗ тухатӑн», — терӗ чи вӑйли тинтерех ҫеҫ пырса тӑнӑ Юмана.
Нарпи Юмана хӑлхаран темӗскер каларӗ те лешӗ вара кӗрешме тухрӗ. Унччен айккинче тӑракан хӗрсем те чупса пычӗҫ. Пурте курасшӑн. Ҫитменнине тата пач палламан каччӑ кӗрешӗве тухнӑ.
Юман леш тӗреклӗ качча пилӗкӗнчен меллӗрех ярса тытрӗ те ҫӳлелле ҫӗклерӗ, анчах мӗн тумаллине тӳрех тавҫӑрса илеймерӗ. Ҫавӑрса ҫапас — амантӑн. Шӑпах ҫав самантра Нарпи кӑшкӑрса ячӗ: «Юман! Яр ӑна!»
Юман итлерӗ. Лешӗ вара чӑнах та хӑраса ӳкнӗ иккен, сӑнранах паллӑ. Хӑйне парӑнтарасса Юман чышкине курсанах туйса илчӗ-ха вӑл. Мӗн тӑвӑн-ха, пӑрахса тарма юрамасть, хӑв чӗнсе кӑлартӑн пулсассӑн кӗрешмелле, чыса ӳкермелле мар.
— Кам вара эсӗ? — ыйтрӗ Юман парӑнтарнӑ каччӑ.
— Улӑп ывӑлӗ Юман вӑл, — пӗлтерчӗ Нарпи.
— Кун пек паттӑр пурри япӑх мар-ха вӑл. Пирӗншӗн те хӳтлӗх, — терӗ пӗри.
— Ачасем, атьӑр вӑйӑ картине тӑрар, — сӗнчӗ пӗр хӗрачи. — Юманпа Нарпие варрине тӑратар.
Вӑйӑ карти самай пысӑкскер пулчӗ, пӗр аллӑ ҫын та пулӗ. Пӗр-пӗринпе алӑран ҫавтӑнса юрлама пуҫларӗҫ. Нарпипе Юман варринче ыттисене хирӗҫ утса пычӗҫ. Юманшӑн, паллах, нихӑҫан курман япала, кунта кашни пулӑм тӗлӗнтермӗш. Чӑваш юррине те пӗрремӗш хут илтет вӑл.
Шывӗ юхать, шывӗ юхать,
Шывӗ юхать шурӑ чулсем хушшипе,
Шывӗ юхать шурӑ чулсем хушшипе.
Вӗҫрӗҫ анчӗҫ, вӗҫрӗҫ анчӗҫ,
Вӗҫрӗҫ анчӗҫ шурӑ акӑш чӗпписем,
Вӑй вылярӗҫ таса тӑрӑ шыв ҫинче.
Юман паттӑр, Юман паттӑр,
Юман паттӑр пирӗн Нарпи ҫумӗнче,
Юман паттӑр пирӗн Нарпи ҫумӗнче,
Иккӗш утаҫ, иккӗш утаҫ,
Иккӗш утаҫ вӑйӑ карти варринче,
Иккӗн утаҫ вӑйӑ карти варринче.
Мӗн шутлаҫ-ши, мӗн шутлаҫ-ши,
Шутланине пире пурпӗр калас ҫук,
Шутланине пире пурпӗр калас ҫук.
Унтан ҫамрӑксем хуса ҫитсе тытмалла вылярӗҫ. Анчах вӑйӑ нумая пымарӗ. Юлашки вӑхӑтри улшӑнусем каччӑсене вӑйӑра та канӑҫ памаҫҫӗ иккен, аса илтерсех тӑраҫҫӗ.
— Каччӑсем, выляса ҫитет пуль. Ыран каллех алла хӗҫ тытмалла. Атьӑр-ха, хамӑр юрра юрласа пӑхар, — сӗнчӗ пӗри.
Ҫӑлтӑр витӗр ҫул курӑнать,
Эпир каяс ҫул пуль ҫав.
Уйӑх витӗр уй курӑнать,
Эпир ҫӳрес уй пуль ҫав.
Хӗвел витӗр хӗр курӑнать,
Эпир илес хӗр пуль ҫав.
Юрӑ вӗҫленсен ҫамрӑксем мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн саланчӗҫ. Кӗҫех уйрӑлу саманчӗ ҫитессе туяҫҫӗ, паллах. Кашни кунах вӑрҫӑ вӑййи ахальтен вылямаҫҫӗ ӗнтӗ. Акӑ Юманпа Нарпи иккӗшех тӑрса юлчӗҫ.
— Нарпи, кала-ха, — терӗ Юман ҫывӑхарах пырса тӑрса, — мӗнле пурӑнӑҫ вара ку. Хампа мӗн пулнине те, ӑҫта лекнине те тавҫӑрса илейместӗп. Юррисем тата…
— Улӑп йӑхӗ мӗн авалтанпах ҫапла пурӑнать. Юрӑ вӑл чӑваш чунӗшӗн чи паха ҫимӗҫ шутланать. Чун эмелӗ тесен те юрать. Чӑваш юрӑсӑр пурӑнаймасть, савӑннӑ чухне те, куляннӑ чухне те юрлать…
— Чӗремре темскер хуҫаланма тытӑнчӗ, хыттӑнрах та тапать пек, ҫӗкленсе те илет пек. Тытса пӑх-ха ҫакӑнтан — терӗ Юман Нарпи аллине хӑй кӑкӑрӗ ҫине хурса.
— Юман! Киле кайма вӑхӑт, аҫу кӗтет, — илтӗнчӗ Элпи сасси. Вӑл кунта мӗн пулса иртнине айккинчен сӑнаса тӑнӑ иккен. Ывӑлӗ Нарпи аллине тытнине курсассӑн чӑтса тӑрайман, сас пачӗ.
— Анне, ан васкат-ха мана. Паян маншӑн ҫав тери савӑнӑҫлӑ кун. Вӑйӑра пулса куртӑм. Юрать-ха, Нарпи илсе килчӗ…
— Ҫитӗ ӗнтӗ, вӑйӑ вӑл ыран та пулӗ. Вӑрӑм ҫул хыҫҫӑн выртса канмалла.
— Нимӗн чухлӗ те ывӑнман эпӗ. Пушшех вӑйланса кайнӑ пек туятӑп хама.
— Ывӑлӑм, итле мана, хуллен ут эсӗ, эпӗ часах хӑваласа ҫитӗп. Нарпипе калаҫса илем-ха.
Юман Нарпи ҫине ӑшшӑн пӑха-пӑха илсе малалла утрӗ. Элпи вара пӗр самантрах сӑнран улшӑнса шӑл витӗр калаҫма пуҫларӗ.
— Итле, Нарпи, асӑрхаттаратӑп сана, Юман ҫумне ан ҫулӑх. Сан валли мар вӑл. Асту, эпӗ камне пӗлетӗн пулӗ. Улӑп арӑмне итлемесессӗн, макӑрмалли те сиксе тухӗ. Ун чухне вара йӑлӑнсассӑн та каҫармӑп.
— Юман амӑшӗ тесе хӑрататӑн пуль ӗнтӗ. Ун пек тума сӑлтав ҫук. Юман маншӑн юлташ кӑна.
— Пӗлетӗп сана, чӑрсӑр ҫынна. Улӑп ҫумӗнчен те хӑпма пӗлместӗн курӑнать. Халӗ вара…
— Сан ывӑлу кирлӗ мар мана. Эпӗ урӑххине юрататӑп.
— Апла пулин те текех пӗрле ан ҫӳре. Кай кунтан, куҫӑм ан куртӑр сана.
Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ, итлеме тивет. Элпи кӗҫех ку таврари чи сумлӑ хӗрарӑм пулса тӑчӗ. Унпа хирӗҫни ырри патне илсе пырас ҫук. Тавҫӑрусӑр мар вӗт-ха вӑл, Нарпи, тунсӑх туйӑмпа килнелле уттарчӗ. Каллех Алмаса аса илчӗ. Мӗн чул нумайрах кӗтетӗн, ҫавӑн чухлӗ курас килни вӑйланса пырать. Кӗтни вӑл тӗл пулнинчен те асамлӑрах самант иккен. Кӗтекен яланах шанать, лайӑххине ӑмсанать…
Ҫапла кун хыҫҫӑн кун иртсе пычӗ. Ашшӗпе пӗрле Юман та ҫар ӗҫне кӳлӗнчӗ; ытти ҫамрӑксенчен юласшӑн пулмарӗ. Элпи малтан пит кӑмӑллах марччӗ, каярах вара килӗшрӗ. Паян та ав ӑсатсах кӑларса ячӗ.
Арҫынсем тухса кайсассӑн вӑхӑт чылай та иртменччӗ, Чӗкеҫ килсе кӗчӗ. Элписӗр пуҫне урӑх никам та ҫуккине курсан хуллен калаҫӑвне пуҫларӗ.
— Элпи, пирӗн патшамӑр, ҫакӑнта килме хӑюллӑх ҫитернӗшӗн каҫар мана.
— Кам пулатӑн вара эсӗ?
— Кунтисемех эпӗ, пирӗн патшамӑр.
— Мӗнле патша пирки эсӗ? Хуҫа кунта Улӑп мар-и-ха?
— Улӑп вӑл арҫынсен патши, пирӗншӗн вара эсех ӗнтӗ. Кунта Эсрел патӗнчи пек мар, хӗрарӑм сӑмахӗ пушӑ сӑмах мар. Хӗрарӑм турхансем те пур кунта.
— Эсӗ мӗншӗн килнине пӗлеймерӗм-ха. Тен, санӑн ыйтмалли пур?
— Ҫук, ыйтмалли мар, памалли…
Чӗкеҫ хӗвӗнчен чӗркенӗ япала туртса кӑларчӗ те Элпие тыттарчӗ.
— Ку мӗн вара?
— Уҫса пӑх эсӗ.
Лешӗ чӗркеме сарса пӑхрӗ те тӗлӗнсех кайрӗ. Ылтӑн укҫасем иккен.
— Ӑҫтан вара ку, кам пачӗ?
— Эсрел парса ячӗ.
— Эсрел? — хӑраса ӳкрӗ Элпи.- Ӑна ӑҫта куртӑн тата?
— Куртӑм ҫав. Вӑл мана сан пирки чылай каласа пачӗ.
— Чим-ха, кунта темле ӑнланмалла мар. Пӗлетӗп ӑна, пӗр тенкӗ те ахаль парас ҫук.
— Ҫапла. Тата ҫакна пама хушрӗ. Улӑп валли. Яшкана ярса пар та…
— Мӗскер эсӗ?! Халех тарҫӑсене чӗнетӗп акӑ, — терӗ Элпи хӑйне мӗнле хӑрушӑ япала тыттарнине сиссе.
— Лӑплан, Элпи. Сан ывӑлу валли ҫул уҫмалла. Улӑп пур чухне вӑл нихӑҫан та чӑваш патши пулаймӗ. Малтан хӑв хуҫалан, унтан Юмана пуҫлӑх ту. Улӑпа пурӑнса ҫитет ӑна. Ҫак ӗҫе тусан Эсрел айӑпсене пурне те каҫаратӑп терӗ. Асту, вӑраха яма юрамасть.
— Эх, ҫав Эсреле! Кунта та ун алли сисӗнет.
— Ытлашши ан ятлаҫ, пирӗн патшамӑр. Эпӗ мӗн хушнине турӑм. Ытти пурте санран килет. Юман пирки ан ман. Ҫамрӑккинех ҫул памалла.
Чӗлхене ӑна тепӗр чухне шухӑша пытарма тунӑ теҫҫӗ. Чӗкеҫ калаҫура Юман ятне темиҫе хут та асӑнчӗ. Элпи кӑмӑлне ҫемҫетес тесе ӗнтӗ. Хӑй вара Алмаса асра тытса пычӗ. «Ҫамрӑккине ҫул памалла», — тенӗ чухне те ҫавнах шута илчӗ. Асра пӗри — чӗлхе ҫинче тепри. Чӑн шухӑша ӑна вӑшӑл-вашӑл кӑларса хумалла мар. Пурнӑҫ вӑл ҫӑмӑлттайрах Чӗкеҫе те самаях вӗрентсе илчӗ-ха.
Алмаса хӑтарас тесе никамах та тӑрӑшманнине курсан, Чӗкеҫ хӑй кайрӗ, Эсрел патнех ҫитрӗ. Лешӗ кам та пулин пырасса кӗтнех, Чӗкеҫпе калаҫма вӑхӑт тупрӗ, хӗрарӑма тӗрӗслес тесе пуль ӗнтӗ, чӑваш тӑрӑхӗнчи ӗҫсем, Улӑп ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Тӗрӗссипе каласан, вӑл кунта мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех пӗлсе тӑрать, ҫавӑнпа та ҫарне вӑйлатас тӗлӗшпе ҫине тӑрсах ӗҫлет, чӑвашран илсе кайнисенчен вара вӑрҫа чи малтан кӗрсе каякансен ушкӑнне хатӗрлет.
— Ватрас арӑмӗ чирлӗ. Ҫавӑнпа та мана ячӗҫ, — пӗлтерчӗ Чӗкеҫ. — Хӑватлӑ Эсрел, чӑвашсем санран Алмаса турхана лартма ыйтаҫҫӗ, сан умри парӑма ҫитес вӑхӑтрах парса татма сӑмах параҫҫӗ.
— Эпӗ хушнине пурнӑҫа кӗртсен, эсир ыйтнине пурнӑҫлама маншӑн йывӑрах мар. Улӑпа леш тӗнчене ӑсатсан Алмаса турхана кӑна мар, пӗтӗм чӑвашсен патшине лартӑп. Улӑп сывӑ чухне Алмасӑн кунтах юлма тивет. Акӑ сире мӗн кирли, ыттине хӑвӑр пӗлӗр, — терӗ те Эсрел леш япаласене Чӗкеҫе пачӗ. Халӗ ӗнтӗ вӗсем Элпи аллинче.
Ах, ҫав ылтӑна ӑна? Мӗн тутармасть пуль ҫынсене. Ырӑ ҫын аллине лексен ырӑ ӗҫе пулӑшать. Усал аллинче вара ҫын хуйхине пысӑклатать. Лайӑххипе япӑххи ылтӑн ҫумӗнче юнашарах.
Чӗкеҫ каланисем Элпие самаях шухӑша ячӗҫ, манас тесен те вӑхӑтран-вӑхӑта аса илтерсех тӑраҫҫӗ. Ҫитменнине тата Улӑп юратӑвӗ ытларах ывӑлӗ ҫине ӳкрӗ. Пӗрмаях пӗрле, килте те нушана кӗрсе ӳкнӗ халӑха ҫӑласси пирки калаҫаҫҫӗ, кашни кунах вӑрҫӑ вӑййи мӗнле иртнине сӳтсе яваҫҫӗ, асӑрханӑ йӑнӑшсене тепӗр кунне тӳрлетме калаҫса татӑлаҫҫӗ. Ҫакӑн пек килӗшӳллӗ лару-тӑрушӑн Элпи малтанхи вӑхӑтра самаях савӑнатчӗ. Ашшӗпе ывӑлӗ калаҫнине айккинчен пӑхса тӑрса киленетчӗ. Халӗ вара аплах мар, килнӗренпе те Улӑп ытамӗнче пулса курманни канӑҫ памасть ӑна. Чун туртать, юн вылять, Улӑп вара хӑй юратӑвне палӑртмасть… Ватӑлма пуҫларӗ-ши е ҫар ӗҫне пула вӑхӑтлӑха арҫын тивӗҫне пурнӑҫлама манчӗ-ши? Эсрел ун пек марччӗ, Элпие асӑрхамасӑр иртсе каймастчӗ.
«Патша» сӑмах вӑл такама та илӗртет. Тепӗр тесен тата ҫак чаплӑ ята илтме Элпин те май пур вӗт-ха. Тулли пурнӑҫпа пурӑнса курас та кайран ҫак ята Юмана парас. Патша амӑшӗ пулни те хисеплӗ. «Ҫук, васкамалла мар, — чарчӗ хӑйне Элпи. — Малтан Эсреле ҫапса ҫӗмӗртӗр-ха. Унсӑрӑн кайран каллех лешӗн куҫӗнчен пӑхма тивет, хырҫӑ тӳлесси те пӑрахӑҫа тухас ҫук. Эсрел вӑл чее, эпӗ вара унтан та чеерех пулма тӑрӑшӑп. Курӑпӑрха унта кам ҫиеле тухнине». Ҫак ӗмӗтпе хавхаланчӗ, ҫак шухӑшпа кӑштах лӑпланчӗ чӑваш тӑрӑхне аякран килнӗ хӗрарӑм…