А кӑ, аслӑ ҫулпа ял еннелле икӗ юланутҫӑ вӗҫтерсе пыраҫҫӗ. «Улӑп таврӑнать! Юман-паттӑр килет! Ҫӗнтерӳпе килеҫҫӗ!» — тесе кӑшкӑрни аякранах илтӗнет. Тахҫантанпах кӗтнӗ ырӑ хыпар халӑха хӑвӑрт пухрӗ. Элпи те кунтах, питӗ капӑр тумпа. Унтан инҫех мар туя ҫине тайӑннӑ ватӑ мӑчавӑрпа Минеслу тӑраҫҫӗ.
Кӗҫех лаша ҫинче мӑнаҫлӑн ларакан паттӑрсем курӑнса кайрӗҫ. Улӑппа Юман кӑшт маларах пыраҫҫӗ. Таврана сӑрнай сасси хупласа илчӗ. Улӑп ҫывхарнӑҫемӗн пӗтӗм халӑх чӗркуҫленсе ларчӗ. Элпи кӑна тӑрать. Лешсем пӗр самантлӑха чарӑнчӗҫ те лашисем ҫинчен анчӗҫ, кунталла ҫуран утса ҫывхарчӗҫ. Улӑп хыҫалтан пыракан ҫарӑҫран Эсрел пуҫне илчӗ те Элпи умне пӑрахрӗ, Юман — Озал пуҫне.
— Атте Эсреле тӗп турӗ, эпӗ Озала ҫӗнтертӗм, — пӗлтерчӗ Юман мӑнаҫланса, вара амӑшне пырса ыталарӗ.
— Текех чӑваш ҫӗрӗ ҫине ҫичӗ ют ури пусмӗ! — терӗ хыттӑн Улӑп-паттӑр.
Халӑх ура ҫине тӑчӗ те юрласа ячӗ.
Мухтав турра,
Мухтав турра,
Мухтав паттӑр Улӑпа!
Вӑрҫӑран ҫӗнтерсе таврӑнсан та,
Хӗҫсене алӑран ярар мар.
Ҫичӗ ют ҫывӑхра пулмасан та,
Хӗҫсене хӑйрама манар мар!
Мухтав турра,
Мухтав турра,
Мухтав паттӑр Улӑпа.
Часах ҫарӑҫсемпе тӑванӗсем пӗр-пӗрин патне чупса пырса ыталанса илчӗҫ. Шӑп ҫав самантра аманнисемпе вилнисене турттарса килнӗ лавсем те ҫитсе чарӑнчӗҫ. Ҫынсем макӑра-макӑра тӑванӗсене шырама тытӑнчӗҫ. Акӑ икӗ ҫарӑҫ Алмас турхан ӳтне урапа ҫинчен антарчӗҫ те халӑх умне пырса хучӗҫ. Калима ӑна палласа илчӗ те чӗркуҫленсе ларсах макӑрма тытӑнчӗ, уксах Микка та куҫне шӑла-шӑла илчӗ. Ҫав самантра хыҫаларах тӑнӑ Чӗкеҫ ҫынсене тӗке-тӗке мала тухрӗ те икӗ аллипе пуҫне тытса ниҫта кайса кӗрейми ҫаврӑнса илчӗ, унтан Алмас кӑкри ҫине ӳкрӗ. Мӗн пулса иртнине тавҫӑрса илеймен халӑх шӑпланчӗ.
— Эй, тӗнче! Ывӑлӑм! Каҫар мана. Ватрас килне паман пулсассӑн, пурӑнаттӑн, ылтӑнӑм…
Ҫынсем тепӗр хут шавласа кайрӗҫ, тӗлӗннипе пӗрпӗрин ҫине пӑхса илеҫҫӗ. Калима та айккинерех кайса тӑчӗ те кӑштах лӑпланчӗ. Вӑл тӳрех Чӗкеҫ пӗрмаях пырса ҫӳренине, юлашки вӑхӑтра тата Алмаса илсе килес пирки ятлаҫса калаҫнине тепӗр хут аса илчӗ. «Ман тӑван пичче мар вӑл. Апла пулсассӑн турхан йӑхӗнчен эпӗ пӗчченех тӑрса юлтӑм…»
Кукашшӗпе юнашар тӑракан Нарпи те куҫҫульне тытса чараймарӗ, Чӗкеҫ патне пырса тӑчӗ. Лешӗ Нарпие: «Санӑн пиччӳ пулать вӑл, пӗр аттерен ҫуралнӑ эсир»,- терӗ.
Ҫак сӑмахсем вара чӗререн ҫӗҫӗпе яшлаттарнӑ пекех туйӑнчӗҫ. Нарпи аллинчен вӗҫерӗннӗ ухӑ йӗппин мӗншӗн-ха Алмаса тивмеллеччӗ? Мӗншӗн-ха ҫак вӑрҫӑ Нарпишӗн ҫапла ӑнӑҫсӑр вӗҫленчӗ?
Ҫынсем саланма пуҫларӗҫ, хӑшӗсем вӑрӑм туя ҫине тӑхӑнтарнӑ Эсрелпе Озал пуҫне питӗнчен сура-сура иртсе кайрӗҫ. Улӑп мӑчавӑр патне пычӗ те вилнисене тирпейлесе пытарасси пирки асӑрхаттарчӗ. Чӗкеҫ Алмаса хӑй патне илсе кайрӗ. Лав хыҫӗнчен Чӗкеҫпе пӗрле Нарпи утса пычӗ.
— Эсир киле кайӑр-ха. Манӑн турхансемпе калаҫмалли пур, — терӗ Улӑп Элпипе Юмана.
Чылайччен калаҫрӗҫ пуҫлӑхсем. Мӗн ҫинченни паллӑ ӗнтӗ: пурнӑҫа пачах урӑхла йӗркелесе ярасси ҫинчен. «Чӗрӗлӳ», «ҫӗнетӳ» сӑмахсем те тупӑнчӗҫ. Ирӗке тухнӑ халӑхӑн тулӑх пурнӑҫпа пурӑнмалла. Туса илнӗ пурлӑх та кунтах юлмалла.
Улӑпа килӗнче Элпипе Юман кӗтсе илчӗҫ. Ывӑлӗн ҫийӗнчи капӑр шупӑра курсассӑн ашшӗ питӗнче кулӑ ҫиҫсе илчӗ.
— Анне парни ку, — терӗ Юман.
Элпи тӗпелтен илемлӗ куркапа сӑра йӑтса тухрӗ.
— Паттӑртан та паттӑр Улӑп, ӗҫсе парсам ҫак ҫӗнтерӳ куркине. Ҫӗнтерӳшӗн пултӑр.
Улӑп куркана тытрӗ те васкамасӑр тута патне илсе пычӗ. Ҫав самантра алӑк яр! уҫӑлса кайрӗ те Нарпи кӑшкӑрса ячӗ:
— Улӑп! Ан ӗҫ! Наркӑмӑшлӑ сӑра вӑл! Ӗҫсенех вилсе выртатӑн!
— Мӗн кирлӗ мара палкатӑн? Юри тунӑ техӗмлӗ сӑра вӑл. Тухса кай кунтан! Кам чӗннӗ сана!?
— Апла малтан хам ӗҫсе парам-ха, — терӗ Юман куркана ашшӗнчен илсе.
Элпи пӗр самантрах сӑнран улшӑнчӗ, пичӗ ҫине хӗрлӗ пӑнчӑсем сике-сике тухрӗҫ. Юман патне хуллен утса пычӗ те чӗтрекен аллипе сӑра куркине туртса илчӗ.
— Ӗненместӗр пулсан… Ывӑлӑм… Хам ӗҫсе парам эппин…
Тен, ӗҫмелле те мар, наркӑмӑшлӑ куркана вӑркӑнтарса ямалла та… Кун пек те ҫӑлӑнӑҫ пулас ҫук. Улӑп урса кайӗ те… «Ывӑлӑм, сывӑ пул», — ӑшра сывпуллашрӗ те Элпи Юман ҫинчен куҫ илмесӗр куркана тӗппипех ӗҫсе ячӗ. Тӑм курка ҫӗре ӳкрӗ, аври айккинелле сирпӗнсе кайрӗ. Куҫне чарса пӑрахнӑ хӗрарӑм аран-аран утса чаплӑ пукан ҫине пырса ларчӗ, пуҫне пӑркаласа аташуллӑ сӑмахне пуҫларӗ:
— Улӑп, эсӗ мар, эпӗ — патша!… Улӑп, эсӗ те мар, эпӗ те мар, Юман — патша… Ывӑлӑм, Улӑп пур чухне эсӗ патша пулаймӑн…
Элпи ура ҫине тӑма хӑтланчӗ, анчах урайне тӑсӑлса ӳкрӗ. Юманпа Нарпи чупса пычӗҫ те йӑтса тӑратма пикенчӗҫ. Ӗҫ тухмарӗ. Урисем пачах та тытмаҫҫӗ. Вырӑн ҫине майлаштарса вырттарсан кӗҫех питӗ кӗскен кӑна сывлама тытӑнчӗ. Нарпи Элпие шыв ӗҫтересшӗнччӗ, лешӗ ҫӑварне хытӑ ҫыртса лартнӑ иккен.
— Анне! Мӗншӗн ҫапла турӑн? — ыйтрӗ Юман. Ҫӑлма май ҫуккине ӑнланчӗ ӗнтӗ вӑл.
— Сан сӑмахху тӗрӗсех, хӗрӗм. Ӑҫтан пӗлме пултарнӑ вара эсӗ ҫакна? — тӗлӗнчӗ Улӑп.
— Чӗкеҫ аппа каларӗ. Элпин усал шухӑшне пурнӑҫлама парас марччӗ, чуп-ха часрах терӗ. Юрать-ха, вӑхӑтра ҫитрӗм.
— Усал шухӑш хӑйнех пырса ҫапрӗ, — терӗ Элпи мӗншӗн ҫапла хӑтланнине тинех чухласа илнӗ Улӑп. Урӑх нимӗн те шарламарӗ.
Нарпи Чӗкеҫ патне васкарӗ. Ыран вӗсен Алмаса тирпейлесе пытармалла. Ку килте те ҫав ӗҫех пуҫӑнмалла…
Ирӗклӗхшӗн пуҫне хунӑ паттӑрсене пурне те пӗрле вырттарса пытарас терӗҫ. Пысӑк шӑтӑк чаврӗҫ, йӗритавра ҫирӗп пӗренесенчен пура тытрӗҫ. Ҫын пӗтӗмпех вилмест вӑл, ҫӗр ҫинчен кайсан урӑхларах пурнӑҫа куҫать. Унта кирлӗ япаласене те пӗрлех хурса ямалла: чустаран тунӑ лаша кӗлеткисем, сӑнӑсем, хӗҫсем, ухӑсем…
Вил тӑприне вара питӗ ҫӳллӗ купаларӗҫ, таҫтанах курӑнса ларать.
Вӑхӑт иртнӗҫемӗн чӗрери сурансем хуллен тӳрленеҫҫех. Кашни кун мӗн те пулин ҫӗнни илсе килет. Туй та пулать, ачасем те ҫуралаҫҫӗ, пурнӑҫ малаллах талпӑнать.
Акӑ, каллех каҫсерен вӑйӑ юрри илтӗнме пуҫларӗ. Вӑйӑ карти те пысӑкланса пычӗ. Тыткӑнран ҫӑлӑнса килнӗ каччӑсемпе хӗрсем те тухрӗҫ. Юманпа Нарпи те кунтах…
Пӗр кунхине Улӑп ытти ҫӗрти чӑвашсем мӗнлерех пурӑнаҫҫӗ-ши тесе вӑрӑм ҫула тухрӗ. Юмана та пӗрле илчӗ. Вӑл та куртӑр, халӑхпа паллаштӑр. Ялран-яла ҫӳрерӗҫ, турхансемпе, шурсухалсемпе тӗл пулса калаҫрӗҫ. Пур ҫӗрте те ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ, сӑрапа хӑналарӗҫ, юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ.
Пысӑк иккен Чӑваш Ҫӗршывӗ! Мӗнле илемлӗ вырӑнсем: юханшывсем, кӳлӗсем, вӑрмансем, тулли пучахлӑ анасем… Ҫурт лартмашкӑн чул нумай, кирпӗч ҫапмашкӑн — тӑмӗ, хӑйӑрӗ, тимӗрҫ лаҫҫине юрлаттармашкӑн шурлӑхлӑрах вырӑнсенче тимӗр тӑпри пур. Пуян иккен Чӑваш Ҫӗршывӗ!
Ҫапла курса ҫӳренӗ хыҫҫӑн чӑвашсен тӗп хулине лартас шухӑш ҫуралчӗ. Халӗ ӗнтӗ вырӑнӗ те паллӑ, кунтан инҫех те мар, Атӑлпа Шур Атӑл пӗрлешнӗ тӗлерех. Турхансем сӗннипе малтан Улӑп керменне лартас терӗҫ. Халӑх мӑн нимене йышлӑн тухрӗ.Шӳтлесе, юрласа ҫурт тунӑ ҫӗрте Микка нухайкки никама та кирлӗ пулмарӗ…
Кӗҫех таврана тепӗр хыпар сарӑлчӗ. Улӑп хӑй ывӑлне авлантарасси ҫинчен пӗлтерчӗ. Юманшӑн вара ҫакӑ калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ. Ун пулас арӑмӗ Нарпи иккен. Эппин ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗрсе пырать. Ҫапах та ӑш вӑркать. Улӑппа мӑчавӑр калаҫса татӑлни паллӑ-ха, Нарпи хӑй мӗн калӗ-ши?
Юман паян хӗвел ҫине пӑха-пӑха ятлаҫкаласа та илчӗ.Темшӗн ытла хуллен шӑвать-ҫке, каҫ еннелле васкамасть. Каччӑ чӑтса тӑраймарӗ, тӗлпулу вырӑнне ҫитсе те тӑчӗ. Нарпи килмен-ха, иртерех. Акӑ, унчченхи вӑхӑт та ҫитрӗ. Курӑнмасть. Мӗн пулчӗ-ши вара, чирлемерӗ-ши? Ыйту хыҫҫӑн ыйту. Кӗтнӗ чухне мӗн кӑна пырса кӗмест пуҫа.
— Юман! — илтӗнчӗ васкаса ҫывхаракан Нарпи сасси.
— Нарпи! — чупса пычӗ хирӗҫ хӗпӗртесе ӳкнӗ каччӑ. Пӗрне-пӗри ыталаса илчӗҫ те пӗр самант нимӗн шарламасӑр тӑчӗҫ. Хыттӑн тапакан чӗрисем икӗ ҫамрӑкӑн ӗмӗчӗсем пӗр евӗрлех пулнине сӑмахсӑрах пӗлтерчӗҫ…
Туя туй пек тумалла ӗнтӗ, лайӑх хатӗрленмелле. Улӑп ывӑлӗ авланать вӗт-ха, хӗрӗ те сумлӑ йӑхран, мӑчавӑр килӗнчен. Туй вӑл ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ самант. Унта ҫӗнӗ ҫемье ҫуралать, ҫыннӑн чӑн-чӑн пурнӑҫӗ пуҫланать. Пӗччен пурнӑҫ вӑл ҫурма пурнӑҫ кӑна, тӗллевӗ те пит паллах мар. Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн вара пачах урӑхла: камшӑн пурӑнни те паллӑ, пурнӑҫ ҫулӗ те уҫӑмлӑрах.
Туй чӑрмавӗ, канӑҫсӑр ӗҫ пӗтӗмпех Чӗкеҫе тиврӗ. Иккӗшӗн те амӑшӗсем ҫук. Икӗ ватӑ арҫынтан, Улӑппа мӑчавӑртан, усси пит нумаях мар. Апат-ҫимӗҫ валли тупса парӗҫ-ха, анчах пӗҫерме пӗлмелле вӗт-ха, сӑрине те пички-пичкипех туса лартмалла. Юрать-ха, ун пек чухне тӑвансем хастар хутшӑнаҫҫӗ, йӑх ятне ӳкермелле мар. Ку ҫеҫ те мар-ха, тӑвансен чи пысӑк тивӗҫӗ вӑл хӗр тупри хатӗрлесси. Пуян хӗрӗн чапӗ те, сумӗ те пысӑкрах. Нарпи хӑй те пултарать-ха, анчах пулӑшу кирлех. Кӗҫех мӑчавӑр килӗнче алӑстисем юрлани илтӗнме пуҫларӗ.
Улӑп керменӗнче те хӗвӗшӳ пырать. Арҫын туйне хатӗрленеҫҫӗ. Кунти пурлӑх пахалӑхӗ патша шайӗнче пулмалла: турхансем тата чӑваш ҫӗрӗнчи ытти сумлӑ ҫынсем килмелле…
Чаплӑ туй пӗр эрне кӗрлерӗ. Ӗҫкӗ-ҫикӗ пурне те ҫитрӗ. Туй сӑри тутанса пӑхман ҫын та юлмарӗ.
Ырӑ хыпар ытти халӑхсем патне те ҫитнӗ иккен. Хӗвел анӑҫ енчен Остап килчӗ, кӑнтӑртан — Махмуд. Ольга сывӑ юлнӑ пулсассӑн, тен, вӑл та килетчӗ? (Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр). Кусем вара парнесемпех килнӗ. Махмуд Юмана ӑратлӑ лаша пачӗ, Нарпи валли Остап тинӗс сухӑрӗнчен тунӑ пӗчӗк арча илсе килнӗ. Шала вара сӑн-пите хитрелетмелли хатӗрсем хунӑ. Ҫамрӑк мӑшӑра ырлӑх-сывлӑх, телей, пӳрт тулли ача сӗннисӗр пуҫне Улӑпа та тав турӗҫ, хӗҫпе пырса ирӗке кӑларнине нихӑҫан та манмӑпӑр терӗҫ. Эппин, тӑрӑшни сая каймарӗ, ҫӗнӗ ӑру валли такӑр ҫул уҫӑлчӗ. Юманшӑн ҫакӑн пек шанчӑклӑ туссем тупӑнни хӑех мӗне тӑрать. Ҫакна курсассӑн нихӑҫан макӑрса курман Улӑп куҫӗнчен савӑнӑҫ куҫҫулӗ сӑрхӑнса тухрӗ. Ҫулсем иртнӗҫемӗн кӑмӑл та ҫемӗҫсе пырать-мӗн.
Чӑваш хӑй те хӑнана пушӑ алӑпа ҫӳремест, килнӗ хӑнана та кучченеҫсӗр ямасть. Кунта пурнӑҫӗнче пӗрремӗш хут астивнӗ сӑрапа шӑрттана Юман тусӗсем хӗпӗртесех йышӑнчӗҫ.
Ҫамрӑк мӑшӑра вара Улӑппа мӑчавӑр юнашар тӑрсах телей пиллерӗҫ, вӑрман пек пуян, уй пек аслӑ, тапса тӑракан ҫӑлкуҫ пек таса пулӑр, иккӗн выртса виҫҫӗн тӑрӑр, ваттипе ватӑ пек калаҫӑр, ҫамрӑккипе — ҫамрӑк пек, мӗн ватӑличчен пӗрле пурӑнӑр, чӑваш ятне ан ҫӗртӗр, чӑваш туррине ан манар терӗҫ. Ку сӑмахсен пӗлтерӗшӗ паллӑ ӗнтӗ, туйӑн йӗрки ҫапла. Анчах тӗлӗнмелли те тупӑнчӗ. Улӑп хӑй хӗҫҫине илчӗ те: «Ҫакна сан аллуна паратӑп. Тӑван халӑхшӑн шанчӑклӑ хӳтӗлӗх пул!» — терӗ. Юман йӑлтӑртатса тӑракан хӗҫҫе тытрӗ те чуптуса илчӗ.
Ҫакна курсассӑн чылайӑшӗн пуҫӗнче канӑҫсӑр ыйту ҫуралчӗ: «Нивушлӗ патша пуканне те Юмана парӗ?…»
Пур япалан та вӗҫӗ пур. Акӑ туй та шавласа иртсе кайрӗ. Пур ҫӗрте те лӑпкӑлӑх хуҫаланать. Кӗҫӗн ҫынпа упӑшки те ире хирӗҫ пушшех канлӗ ҫывӑраҫҫӗ. Тен, ырӑ тӗлӗк курса киленеҫҫӗ. Улӑп вара килте ҫук. Каярах та курӑнмарӗ.
Анчах ҫынсем тепӗр япалана асӑрхарӗҫ: тул ҫутӑлнӑ тӗле паттӑрсен масарӗнчен инҫех мар питӗ ҫӳллӗ сӑрт ӳссе ларнӑ, аякранах курӑнать. Тимлӗрех пӑхсассӑн унта Улӑп сӑнне асӑрхатӑн. Сӑрт пулса тӑнӑ иккен вӑл. Чӑваш ҫӗршывӗн чиккисене асӑрхаса тӑрать ӗнтӗ. Халӑхшӑн йывӑрлӑх сиксе тухас пулсассӑн чӗрӗлсе тӑрса ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр.
Ҫав сӑртӑн пӗр енчи шурӑ тӑмлӑ вырӑнӗнчен арман пӗви патнелле тӑрӑ шыв сӑрхӑнса тухать. Ҫынсем ӑна Илемпи куҫҫулӗ теҫҫӗ, сывлӑха тесе ӗҫеҫҫӗ, таҫтан инҫетрен килекенсем те йышланса пыраҫҫӗ. Ҫав шывпа йӗпеннӗ шурӑ тӑма пите сӗрсессӗн — илемшӗн теҫҫӗ.
Улӑп пурне те курать, кам мӗн тунине асӑрхать. Вӑхӑтра ҫумӑр ҫӑвасси е ҫӑвӗпе вӗри хӗвел хӗртсе калчана типӗтсе лартасси пӗтӗмпех Улӑпран килет теҫҫӗ. Ун кӑмӑлӗ вара — чӑвашсем мӗнле пурӑннинчен иккен. Туслӑ пурӑнар, усал ӗҫпе пӗр-пӗрне кӳрентерер мар, Улӑпа ҫиллентерер мар.
Ҫапла пултӑр!
Ҫапла пултӑр!
Ҫапла пултӑр!
2001, нарӑс.