III

Ватрас паян час ҫывӑрса каяймарӗ. Ыранхи кун канӑҫ памасть ӑна. Мӗнле иртӗ-ши вӑл? Хысна илме мӗнлескерсем килӗҫ-ши? Пӗлме ҫук вӗсене, пӗрисем ҫын евӗрех килсе каяҫҫӗ, теприсем вара ниҫта кайса кӗрейми алхасаҫҫӗ, ҫӗмӗреҫҫӗ, ҫамрӑк хӗрарӑмсене, хӗрупраҫсене мӑшкӑлласа хӑвараҫҫӗ. Нимӗн тума та ҫук, вӗсен аллинче Эсрел панӑ ирӗклӗх тата хурҫӑ хӗҫӗ. Тӗреклӗ арҫынсем. Те юриех ҫавӑн пеккисене яраҫҫӗ. Хирӗҫ тӑнин усси ҫук, вӗсемех паттӑр, вӗсемех вӑйлӑ. Мӗнле сыхланса юлмалла-ши? Ҫапла чылайччен шухӑшласа выртрӗ турхан. Ҫынсенчен пухнӑ пурлӑха та аса илчӗ: миҫе михӗ тырӑ, миҫе чӑпта типӗтнӗ пулӑпа типӗтнӗ какай, сӑсар тирӗсем, шӑратнӑ ҫу, пыл, ятарласа ҫӗленӗ атӑ-пушмак, шап-шурӑ пир тӗркисем… Мӗн кӑна сӗтӗрмест пулӗ Эсрел чӑваш тӑрӑхӗнчен. Нихӑҫан та тӑранассӑн туйӑнмасть.

Чӑннипе каласассӑн, Ватрасӑн ҫывӑрни те пулмарӗ, ирех тӑчӗ те тарҫисене пухса ялсем тӑрӑх тухса кайрӗ. Каярах вара мӑн ҫул ҫине тухса инҫетрен тусан пӗлӗчӗ капланса килнине пӑхса тӑмалла. Эсрел ҫыннисене кӗтсе илмелле. Йӗрки ҫапла.

Пӑрчкан вӑраннӑ-вӑранманах Аминене хӑй патне чӗнсе илчӗ те тӗлӗк каласа пачӗ.

— Шыв ӑсма кайрӑм пек. Ҫӑлӗ вара калама ҫук тарӑн ҫырмара. Ӑсма тӑтӑм та витре вӗҫерӗнсе кайрӗ. Тытас тесе кармашрӑм, ӗлкӗреймерӗм, витре путрӗ. Унтан тепӗр витрипе ӑсма тӑтӑм. Такам аялтан карт! туртнӑ пекех туйӑнчӗ. Вӑл та путрӗ.

— Ак тамаша, икӗ витре? — хыпӑнса ӳкрӗ Амине. — Икӗ витре — икӗ хуйхӑ мар-ши? Тата мӗн кӗтет-ши ӗнтӗ пире? Каллех ачасем-ши?

— Витресӗр тӑрса юлнӑскер, кӗвентене алла тытрӑм та килелле уттартӑм… Сасартӑк хыҫалтан темле сасӑ илтӗнсе кайрӗ. Ҫавӑрӑнса пӑхрӑм та пӗр кашкӑр ҫӑварӗпе витре йӑтса пырать. Мана парасшӑн пек. Шӑтарас пек пӑхать. Хӑранипе малалла чупма пуҫларӑм. Кашкӑрӗ ман хыҫранах пырать, витрипех… Вара вӑранса кайрӑм. Ҫемҫе вырӑн ҫинче выртнине сисрӗм те хӑрани иртсе кайрӗ. Темле питӗ пӑтрашуллӑ тӗлӗк пулчӗ.

— Ырра мар ӗнтӗ. Витре путнине япӑх теҫҫӗ вӗт.

Хуйхӑ курнӑ ҫынсем пӗр-пӗрне хӑвӑрт ӑнланаҫҫӗ иккен. Кунта та ҫапла пулчӗ курӑнать. Пӑрчканпа тӗл пулсассӑн Аминен малтан кӑштах хӑрани те сисӗнетчӗ. Халӗ вара ҫав шикленӳ сӗвӗрӗлсе пычӗ. Пӑрчканӑн нимӗнле усал шухӑш та ҫук иккен. Ватрас ҫемйине мӗнпе те пулин пулӑшас туртӑм пурри те сисӗнет. Тен, ҫавна пулах тӗлӗк пирки калаҫнӑ май Амине ҫемьери хуйхӑ-суйха пытармарӗ. Ватрас малтанхи ачиех ывӑл пуласса кӗтнӗ иккен. Анчах хӗрача ҫуралнӑ. Иккӗмӗш те ҫавах. Вара ашшӗ Аминене ӳпкелешме пуҫланӑ, ывӑл ҫуратманшӑн ятлаҫнӑ. Хӗрарӑм шӑпи ҫапларах ӗнтӗ, чӑтмалла. Тен, мӗнлерех ача ҫураласси ытларах ашшӗнчен килет. Сӑмахне вара амӑшӗн илтмелле. Тӑхӑр уйӑх хӑй ӑшӗнче пӑхса ҫитӗнтернӗрен-ши? Арҫынӑн ун мӗскер, автан ӗҫне тунӑ та лӑпланнӑ. Яваплӑхӗ хӗрарӑмӑнни пек мар. Тепӗр тесен тата Ватраса та ӑнланма пулать. Ӑна хӑй пухнӑ пурлӑха йышӑнакан ҫын, тӗпкӗч кирлӗ. Хӗрача вӑл качча каять те тепӗр ҫӗрте йӑва тупать. Ывӑлӑн вара ашшӗ ӗҫне малалла тӑсмалла.

Тӗлӗк пирки… Пӑрчкан каласа парсассӑнах Амине малтанхи хӗрӗсене аса илчӗ. Юратнӑ вӑл вӗсене. Анчах лешсем нумаях пурӑнайман, шатра чирӗпе вилнӗ. Халӗ вара пӗртен-пӗр шухӑш: Алмаспа Калимана турӑ сыхлатӑрччӗ.

— Чим-ха, кайса пӑхам-ха, — тесе Амине хӑвӑрт тухрӗ. Сӑлтавӗ паллӑ ӗнтӗ, Эсрел тарҫисем валли апатҫимӗҫ хатӗрлемелле. Пӗҫерекенсем чылайӑн-ха, яшкине те пысӑк хурансемпех ҫакса янӑ. Какай шӳрпине самай килӗштереҫҫӗ-ҫке, шӑрттанне те хӑвӑрт тасатаҫҫӗ, касса хума кӑна ӗлкер. Килнӗ-килменех сӑра ыйтаҫҫӗ. Аминен вара ҫак ӗҫе йӗркелесе пымалла, апат пахалӑхне ҫисе пӑхса тӗрӗслемелле.

Ав темиҫе ҫул каялла апат пӗҫерекен хӗрарӑмсенчен тахӑшӗ яшкана наркӑмӑш янӑ пулнӑ. Эсрел тарҫисене сӑтӑр тӑвас тесе ӗнтӗ. Анчах лешсен пуҫлӑхӗ тавҫӑруллӑскер тупӑннӑ. Малтан яшкине пӗҫерекеннисенчен пӗрне ҫитерсе пӑхтарать. Лешӗ кӗҫех тӳнсе каять. Пуҫланать вара… Юлашкинчен ҫав яшкана ытти хӗрарӑмсене вӑйпах ҫитереҫҫӗ, виллисене вут ҫине пӑрахса ҫунтарса яраҫҫӗ, наркӑмӑшлӑ яшкана таврари ялсенчи ҫӑлсене яра-яра хӑвараҫҫӗ.

Ватраспа вара ҫапла пулса иртет. Ҫар пуҫлӑхӗ ӑна хӑйне уйӑрса панӑ хӗллехи пӳрте чӗнсе илет те калать:

— Кунта мӗн пулса иртнине Эсреле пӗлтермесен те пултаратӑп, ыттисен ҫӑварне те пӑркӑчлатӑп, енчен те мана кирлине парсассӑн.

— Хырҫӑ шучӗпе памалли пурте хатӗр ман, — пӗлтерет турхан.

— Ҫук, мана урӑххи кирлӗ.

— Мӗн-ши ӗнтӗ вӑл?

— Арча тӗпӗнче выртакан ылтӑн-ахах.

Ашшӗнчен юлнӑ пуянлӑх вӗт-ха вӑл. Ӑна алӑран вӗҫертес килмест. Ылтӑнсӑр турхан пуҫлӑх та мар. Ашшӗ те ҫапла калатчӗ. Ҫав ылтӑнпа пӗтӗм ӑрушӑн ниҫта кайса кӗме ҫук йывӑрлӑх сиксе тухсан тин усӑ курма юрать тетчӗ вӑл. Халӗ вара…

— Ылтӑн таврашӗ ҫуккӑ ман.

— Ӗненместӗп. Апла пулсассӑн… Шухӑшласа пӑх лайӑхрах, ҫакӑ хыпар Эсрел патне ҫитсессӗн мӗн пулассине, хӑвна мӗн кӗтнине. Енчен те ҫакӑнта килнӗ ҫынсем вилсе выртнӑ пулсассӑн. Пӗлетӗн вӗт Эсрел ахаль туманнине.

— Ылтӑнӗ те, ахахӗ те нумай мар ҫав манӑн, — парӑнчӗ Ватрас.

— Мӗн чухлӗ пур, пурне те пар, унсӑрӑн…

Эсрел вӑл Эсрел. Ун умӗнче пурин те чӗтресе кӑна тӑмалла. Уншӑн чӑвашсем патӗнчен пурлӑх турттарса килнӗ тарҫи те никамах та мар. Хӑйне улталанине вара тӳсме пултараймасть, тарҫисене те тӗрӗслесех тӑрать. Хырҫӑ пухса килсессӗнех пурне те хывӑнтарать те шыва кӗртсе ярать, пӗтӗм тумтирне тӗрӗслеме хушать. Мӗн пулса иртнине хӑй пӑхса тӑрать. Енчен те пытарнӑ япала тупӑнсассӑн, чӑт вара…

Анчах Эсрелтен тавҫӑруллӑраххисем те, чеереххисем те тупӑнаҫҫӗ. Леш Ватрасран илнӗ пурлӑх Эсрел аллине лекмерӗ. Чее тарҫӑ хуҫи патне ҫитиччен ахах пӗрчисене хӑй ӑшне ҫӑтса янӑ. Ылтӑн чӑмӑрккисене никам куриччен вӑрттӑн урапа хыҫне ҫакса янӑ тикӗт чӗрессине пӑрахнӑ…

Ҫавӑнтанпа вара Ватрас апат пӗҫернӗ ҫӗре хӑй лайӑх пӗлекен тӑванӗсене кӑна явӑҫтарать. Асли, паллах, Амине. Ун пек шанчӑклӑрах.

Акӑ таврара шӑв-шав ҫӗкленчӗ, лаша ури сассисем илтӗнсе кайрӗҫ, Ватраспа Эсрелӗн ятарлӑ ҫынни Озал ҫитрӗҫ, тӳрех юртӑна кӗчӗҫ. Лешӗ унта ларакан Пӑрчкана курсассӑн тӗлӗннипе кӑштах пӑхса тӑрсан тин сӑмах тапратрӗ.

— Ак тамаша, кунта курасса шанманччӗ. Сывах иккен. Турхан патне килнӗ тата. Мӗн каласа пачӗ-ха?

— Ӑҫта кайтӑр ӗнтӗ, килӗ ҫуккӑ, ҫунса кӗл пулнӑ, — лӑплантарма тӑрӑшрӗ Ватрас.

— Кунта та ирӗклӗн калаҫма ҫук, тухар-ха. Суккӑр пулсассӑн та хӑлхи пур вӗт.

— Тен, хӗллехи пӳрте кайӑпӑр. Апатне те унта илсе пырӗҫ. Вӑрӑм ҫул хыҫҫӑн кӑштах выртса канни те ытлашши пулас ҫук.

Тухрӗҫ. Пӑрчкан пӗчченех ларса юлчӗ, шухӑша путрӗ. Каллех асаилӳ. Ҫак арҫын сассине илтсессӗнех ун куҫӗ умне лери сӑнарсем тухса тӑчӗҫ. Ачисене аса илчӗ.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, Озал каялла пычӗ. Пӑрчкан чӗри те сиснех пуль ҫав, лешӗ сӑмах чӗничченех палласа илчӗ, эппин, эсӗ килсе ҫитрӗн терӗ.

— Каҫар мана, Пӑрчкан, — пуҫларӗ калаҫӑвне арҫын, — хута кӗреймерӗм, пулӑшаймарӑм. Килӗштернӗ эпӗ сана, тен, кӑштах юратнӑ та пулӗ. Тем тесессӗн те пӗрер ачи манранах пуль ӗнтӗ. Кала-ха, хӑшӗ-ши?

— Ку тата мӗн тума? Текех ӳссе ҫитнӗ ӗнтӗ вӗсем.

— Питӗ пӗлес килет.

— Вӗсем пӗчӗккӗ чухне ӑҫта пултӑн тата?

— Ун чухне ача пирки шухӑшлама вӑхӑт пулман ҫав.

— Ӑҫтан вӑхӑт тупӑнтӑр ӗнтӗ. Сан тӗп тӗллев хӗрарӑмсемпе йӑваланасси ҫеҫ пулнӑ.

— Хам ирӗкпе мар вӗт-ха, Эсрел хушнипе. Халӗ вара арӑм та ҫук, ачамсем хӑшӗсем пулнине те пӗлместӗп.

— Апла эппин ҫулсем хӑваланӑҫемӗн ҫын евӗрлех шухӑшлама тытӑнтӑн курӑнать. Ҫамрӑк чухне вара… Миҫе хӗр чысне пӑсмарӑн пулӗ.

— Ку енӗпе вара эпӗ чӑннипех те телейлӗ. Хӑвна аса ил-ха… Кӑкрусем мӗнлеччӗ. Яштак пӗвӳ тата…

— Кай кунтан! Каллех кулма шут тытрӑн-и-ха.

— Кулса мар эпӗ, аса илни теме тӑрать. Мӗнле лайӑхчӗ сан ытамра. Ман ҫимӗҫ те сана килӗшнех ӗнтӗ.

— Тьфу! Сана эпӗ нихӑҫан та юратман. Вӑйӑм ҫитнӗ пулсассӑн леш вырӑнтан ҫакнӑ пулӑттӑм… Ачасем пирки калаҫса ҫӳрет тата.

— Суятӑн эсӗ. Малтан кӑна сиввӗн кӗтсе илеттӗн. Каярах хӑнӑхса ҫитрӗн. Туйӑмна та шеллеместӗнччӗ. Кала, Пӑрчкан, хӑшӗ ман ача, мӗн ятли.

— Пӗри те санран мар.

— Ан суй. Енчен те каламасассӑн…

— Вара мӗскер?

— Курӑн-ха. Кунта халӗ эпӗ хуҫа. Мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тума пултаратӑп. Кирлӗ пулсан сана та вӗрентсе илӗп.

Эсрел тарҫи Пӑрчкан патне пычӗ те икӗ аллинчен тытса силлерӗ. Лешӗ те хӑраса тӑмарӗ, ун ҫине сурчӗ. Шӑп ҫав самантра Ватрас кӗрсе тӑчӗ.

— Мӗн тӑватӑр вара эсир кунта? — пытараймарӗ тӗлӗннине кил хуҫи. — Ҫакӑнсӑр пуҫне ҫамрӑкраххи тупаймарӑн-им?

— Пирӗн лерех пуҫланнӑ калаҫу пур-ха, — терӗ Озал. Вара ним пытармасӑр каласа пачӗ. Вӑл хырҫӑ пухма ҫеҫ килмен иккен. Урӑхла тӗллев те пур: хӑй ачин ятне пӗлмелле. Амӑшӗ вара Пӑрчкан, вӑл кӑна калама пултарать. Анчах лешӗ темшӗн пӗлтересшӗн мар. Ватрасшӑн пулсассӑн ача ятне пӗлтересси нимех те мар пек. Ҫак пӗчӗкҫӗ кӑлтӑкшӑнах хирӗҫмелле мар ӗнтӗ. Пӑрчкан пуҫӗнче вара пачах урӑхла шухӑш. Уншӑн пур ачи те пӗр тан, пӗрин ашшӗ палӑрсассӑн теприсем вара… Ҫитменнине тата ачисем халӗ ӳссе ҫитнӗ те сапаланса пӗтнӗ. Ку ҫеҫ те мар-ха, ун умӗнче халӗ икӗ арҫын: пӗри ҫамрӑклах килӗштернӗ Ватрас, тепри Эсрел патӗнче тыткӑнра пурӑннӑ чухне ача ҫураттараканнисенчен пӗри. Ыттисем пекех тӗреклӗскер. Чӑнах та, ҫак арҫын Пӑрчкана кӑштах килӗшнӗ те пулас. Ахальтен мар ӗнтӗ суккӑр хӗрарӑмӑн вӑрҫса каланӑ сӑмахӗнче те темле ӑшӑлӑх пур пек. Хӗрарӑм кӑмӑлӗ ӗнтӗ. Вырӑн ҫинче пӗрле пулнӑ арҫын уншӑн пач ют ҫын пулма пултараймасть. Хӗрарӑм хаярлӑхӗ вӑл вӑхӑтлӑха кӑна. Апла пулин те Пӑрчкан парӑнма шутламарӗ, кӗтмен хӑна ыйтнине пурнӑҫламарӗ, Ватрас умӗнче калаҫӑва малалла тӑсас марччӗ тесе ҫӳхе чаршав хыҫне кӗрсе лӑпланчӗ, канма выртрӗ. Арҫынсем вара тухса кайрӗҫ. Эсрел ҫыннин сасси ҫаплипех хӑлхаран тухмарӗ.

— Калаттармалли мелсем тупӑнӗҫ-ха, — тени вара Пӑрчкана чылай шухӑша ячӗ. Апла пулин те уншӑн халӗ мӗн пулса иртнинчен хӑрушши пулас ҫук. Уншӑн текех вилӗм те хӑрушӑ мар.

Каҫӗ вара питӗ шӑв-шавлӑ пулчӗ. Эсрел ҫыннисем вӑрӑм ҫул хыҫҫӑн канса илчӗҫ те ялсем тӑрӑх тухса кайрӗҫ; алхасрӗҫ вара, хӗр-и?, арӑм-и? — пӑхса тӑмарӗҫ, пуса-пуса антарчӗҫ, тарса пытаннисем кӑна мӑшкӑлтан ҫӑлӑнса юлчӗҫ. Анчах нумайлӑха-ши?

Тепӗр кунне кӑнтӑрла тӗлне турхан килӗ умӗнчи тӑваткӑлта хырҫӑ пухас ӗҫ пуҫланчӗ. Мӗн кӑна хыпса ҫӑтмасть иккен Эсрел ҫӗршывӗ: тырӑ-пулӑ, пыл, типӗтнӗ какай, шӑрттан, шӑратнӑ ҫу, тӑварланӑ пулӑ, сӑсар тирӗ, кӗпе-тумтир, атӑ-пушмак… Эсрел ҫыннисем атӑ ҫӗлеме пӗлмеҫҫӗ тесен те юрать, пӗтӗмпех кунтан сӑтӑраҫҫӗ. Юрать-ха, чӑвашсем выльӑх чылай усранине пула сӑрансӑр лармаҫҫӗ. Кӑҫал вара ҫак тавар ытти ҫулхинчен те нумайрах. Пӗлтӗр типӗ ҫанталӑка пула тырӑ питӗ сахал пухӑнчӗ. Курӑк япӑх шӑтнӑран выльӑх апачӗ те хӗсӗк пулчӗ. Тӗвесем пӑявсене тата-тата тарса пӗтрӗҫ, чылайӑшӗн лашипе ӗнине пусма тиврӗ. Выльӑх шучӗ вӑл пӗр чаксассӑн часах хӑпараймасть. Тыррине те кӑҫал аранаран акса хӑварчӗҫ. Вӑрлӑх ҫуккине пула пуянсене пуҫ тайма тиврӗ, кивҫене кӗрекенсем те йышлӑн пулчӗҫ.

Эсрелшӗн пулсан пурпӗрех, куланайне ҫулран-ҫул ӳстерсе пырать. Кӑҫал вара Ватрас тем пек ҫине тӑрсан та апат-ҫимӗҫ сахал пухӑнчӗ.

— Ҫакӑ кӑна-и?! — кӑшкӑрса ячӗ нӳкерсен пуҫлӑхӗ Озал. — Мӗн эсӗ, Ватрас, манран кулма шутларӑн-им? Ҫакӑн чухлӗ япалапа Эсрел умне курӑнсан… Ман пуҫӑм та, сан пуҫу та сирпӗнет. Ӗҫлейми пулнӑ иккен эсӗ.

— Мӗн пама пултарнине ҫӗнӗ ҫул умӗнех панӑччӗха. Ку вара — май килнӗ таран.

— Сахал ку. Эсреле нумайрах кирлӗ! Пуҫтар халӑхна!

Ватрас тарҫисене чӗнсе илчӗ те ялсем тӑрӑх тухса хырҫӑ карчӗсене тепӗр хут тӗрӗслеме хушрӗ. Эсрел тарҫисем те вӗсемпе пӗрлех кайрӗҫ. Ҫапла шанчӑклӑрах пулать терӗҫ пулӗ. Кӗҫех ҫынсене тыта-тыта киле пуҫларӗҫ. Куланай парайманнисене ӗнтӗ. Лешсем вара икӗ хуҫа умне чӗркуҫленсе ларса йӑлӑнаҫҫӗ, куланая кӗркуннене е тепӗр ҫула куҫарма ыйтаҫҫӗ. Эсрел ҫынни килӗшмест, нимӗн те ҫук тенине ӗненместӗп тет, вӑрҫать, сурать, нухайккапа ҫапа-ҫапа илет. Ҫыннисем пур пӗрех нимӗн те шарламаҫҫӗ, пуҫне чиксе тӑраҫҫӗ. Сӑмах чӗнменни пушшех тарӑхтарса ячӗ. Вара ҫакӑ, урса кайнӑскер, хӑй ҫыннисене темле хушу турӗ. Лешсем чӑвашсене пӗрле илсе килнӗ сӑран михӗсенчи шӗвеке ӗҫтерме тытӑнчӗҫ. Хаяр эрех иккен. Ҫак усал шӗвек хӑй ӗҫне турех. Ӳсӗр ҫынсем чӗлхе чаракне ҫухатрӗҫ.

Акӑ пӗри Ватрас умнерех пырса тӑчӗ те ятлаҫма тытӑнчӗ. «Ватрас, эсӗ начар турхан, хӑв халӑхна сыхлама пултараймастӑн. Эсрел умӗнче чӗтресе пурӑнатӑн, хӑвшӑн ҫеҫ тӑрӑшатӑн», — терӗ.

— Чарӑн! Хуп ҫӑварна! — кӑшкӑрчӗ Ватрас.

— Эпир панӑ ылтӑн-кӗмӗле ӑҫта хутӑн тата? — чарӑнмарӗ лешӗ.

— Ӑна веҫех Эсреле парса янӑ.

— Чим-ха, чӑвашсен пуҫӗнче те кӗмӗл тетчӗҫ мари-ҫак. Ҫук, темшӗн ҫакна курмастӑп. Е пытарса усратӑр?!

— Пытармасассӑн ҫара кут тӑратса хӑваратӑр вӗт, — персе ячӗ пӗр ӳсӗр хӗрарӑм.

— Эсӗ халӗ те ҫара кутах мар-и вара? — шӳтлеме пикенчӗ тахӑшӗ.

Пуҫланчӗ вара тавлашу, харкашу. Ют ҫӗртен килнӗ пуҫлӑха шӑпах ҫакӑ кирлӗ пулнӑ та. Ватрас пӗлменни те чылай палӑрчӗ. Ӳсӗр чӑвашсем хуллен хӑюлланса пычӗҫ, ҫав хаяр шӗвеке ыйтса ӗҫекенсем те тупӑнчӗҫ. Ун пек чухне пуҫра мӗн пурри чӗлхе ҫине хӑвӑрт тухса ӳкет ҫав. Эсрел ҫынни эрех ярса пама чарчӗ те хӑй шухӑшне пӗлтерчӗ.

— Кам мӗн пытарнине каламасӑр урӑх ярса памастӑп, — терӗ.

Пӗри чӑтаймарӗ, кӳршӗ хӗрӗ ӗнер кӑна тухьяпа ҫӳрени ҫинчен каларӗ, тепри тата ҫитӗннӗ хӗрне ӑҫта хупса усранине систерчӗ. Пӗр-пӗрне сутрӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн хырҫӑ калӑпӑшӗ кӑштах ӳсрӗ, анчах пурпӗрех сахал пухӑнчӗ. Нимӗн те парайманнисене пӗр рете тӑратрӗҫ те чӑпӑрккапа ислетме тытӑнчӗҫ. Хыҫалта тӑракан Пӑрчкан чӑтса тӑраймарӗ, кӑшкӑрса ячӗ:

— Озал! Йыттусене чар-ха! Вара эсӗ ыйтнине калӑп!

Пуҫлӑх аллине ҫӗклесенех лешсем чарӑнчӗҫ.

— Кала эппин. Кӗтетӗп. Атту…

— Лешӗ вӑл, эсӗ пӗлесшӗн ҫунаканни, аслӑ хӗрӗм пулать, — терӗ Пӑрчкан.

— Ну юрӗ, ярӑр ирӗке. Анчах кунтах юлччӑр, — хушрӗ пуҫлӑх хӑй шухӑшлани пурнӑҫа кӗнишӗн савӑнса. — Ватрас! Кун пек ырхан лавсене Эсрел курсассӑн хӑвна мӗн кӗтнине чухлатӑн-и? Пӗлтӗрхипе те питӗ кӑмӑлсӑрччӗ вӑл. Кунта эпӗ пӗр ҫӑлӑнӑҫ кӑна куратӑп — Эсрел валли чиперккесем парса ярасчӗ санӑн… Шутла, Ватрас, шутла, Эсрел хӑватли пирки аса илтерме кирлех те мар пуль тетӗп.

Ҫичютран килнӗ хуҫа кӑштах кулса илчӗ те турхан патне пырса ыттисем илтмелле мар темӗскер каларӗ. Лешӗ уксах тарҫине чӗнсе илчӗ те парӑмлӑ ҫемьесенчи ҫитӗннӗ хӗрсене пурне те кунта илсе килме хушрӗ. Кунта тӑракан ашшӗ-амӑшӗ килелле тапса сикрӗ, анчах Эсрел тарҫисем тытса чарчӗҫ, пӗрне те ямарӗҫ.

Кӗҫех таврара кӑшкӑрашни, макӑрни илтӗнме пуҫларӗ, хӗрсене илсе килчӗҫ. Пӗр рете тӑратсан Эсрел ҫынни суйлама пуҫларӗ: хулпуҫҫинчен тытса пӑхать, кӗпе аркине ҫӗклесе урисене тӗрӗслет, шӑлӗсене пӑхас тесе ҫӑварне уҫтарать. Лешсем именнипе ниҫта кайса кӗреймеҫҫӗ, анчах тарма ҫук, вӑрӑм сӑнӑллисем, нухайкаллисем юнашарах тӑраҫҫӗ.

— Ку лутраскерсене мӗн тума илсе килнӗ тата? Эсре ле кун пеккисем кирлӗ мар, ӑрӑва вӗтетеҫҫӗ вӗсем, — ятлаҫса илчӗ Озал.

Илсе кайма пиллӗкӗш кӑна юрӑхлӑ пулчӗҫ. Питӗ макӑрнине курсассӑн Эсрел ҫынни шӳтлеме пикенчӗ.

— Ҫӑтмаха каятӑр вӗт. Тӑраниччен апат-ҫимӗҫ, чӑнчӑн арҫынсем… Сирӗн халӗ макӑрса сӑна чакармалла мар, Эсрел умӗнче хитререх курӑнма пӗлмелле. Вара сире те ҫӑмӑллӑх пулӗ, — терӗ куҫӗсене шӑлса тӑракан амӑшӗсем патнелле ҫавӑрӑнса.

Эсрел валли пухнӑ тупрана турттарса кайма лашисемпе ураписене турханӑн хӑйӗн хатӗрлемелле. Паян та ҫавах, анчах тӑватӑ лав кӑна кирлӗ пулчӗ. Хӗрсене вара юланутҫӑсем хӑйсен умне лартрӗҫ. Юлашки эрехе Ватраса парса хӑварчӗҫ. Эсрел ҫӗршывӗнче пурте урӑ пур нӑҫпа пурӑнаҫҫӗ иккен. Ӳсӗр ҫынна курсассӑн тӳрех вӗлереҫҫӗ. Пуҫлӑх хушнипе ӗнтӗ. Ун шучӗпе ҫак кӑварлӑ шӗвеке тӑшмансене ӗҫтермелле е унпа хырҫӑ пухнӑ ҫӗрте меллӗрех усӑ курмалла. Ӳсӗр халӑх хӑрушӑ мар. Кӑшкӑрашнисӗр пуҫне нимех те ҫуккӑ. Ӗлӗкрех алла хӗҫ тытса хирӗҫ тӑракансем те тупӑнатчӗҫ, халӗ вара пӑтрашу кӑна. Лешсем тухса кайсассӑн кунта мӗн пулса иртнине ӑнланма май ҫук. Пӗри юрлать, тепри макӑрать, виҫҫӗмӗшсем пӗрне-пӗри ярса тытнӑ та сӑмсаран юн тухиччен чышкӑпа тӑрслаттараҫҫӗ. Турхан тарҫисем хӑваланипе кӑна саланса пӗтрӗҫ. Эрех ыйтакансем те тупӑнчӗҫ. Ватрас пама хушмарӗ. Ялти шӑв-шав ҫур ҫӗр тӗлнелле кӑна лӑпланчӗ…

Тепӗр кунне халӑха хулӑн сасӑллӑ сӑрнай вӑратрӗ. Мӑчавӑр чӗннипе чӳк тума каймалла иккен вӑрман хӗрринчи ятарлӑ вырӑна. Кунти кашни йывӑҫа, кашни тункатана пулӑшу паракан вӑй вырӑнне хурса чыслаҫҫӗ. Пӗтӗм ӗҫе мӑчавӑр ертсе пынипе туса пыраҫҫӗ.

— Веҫех хамӑр айӑплӑ, — пуҫларӗ мӑчавӑр. — Тырӑ лайӑхрах пултӑр тесессӗн Турӑ аллине ларма пӗлмелле, чӳк тумалла. Эй, хура халӑх! Турра парне парар-и?

— Парас! Парас! — кӑшкӑрчӗҫ пухӑннисем.

— Эй, хура халӑх! Ҫӑкӑрлӑ-тӑварлӑ пуласшӑн-и эсӗ?

— Пуласчӗ, ҫӑкӑрлӑ пуласчӗ.

— Апла пулсассӑн кӗлле тӑрар.

Мӑчавӑр хӗвел тухӑҫнелле ҫавӑрӑнса тӑчӗ. Ун хыҫҫӑн ыттисем те ҫавӑнталла пӑхрӗҫ, чӗркуҫленсе ларчӗҫ. Мӑчавӑр хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ.

— Эй Турӑ, Ҫӳлти Турӑ! Санран пулни пурте усӑллӑ, пурте аван. Ҫавӑнпа сана эпир яланах тивӗҫлипе чӳклетпӗр!

— Чӳклетпӗр! Чӳклетпӗр!

— Чӑваш йӑхӗ сыпӑкран сыпӑка ӗрчесе тӑтӑр, вӗсене пур инкекрен те хӑтарса пыр, мӗнпур тӑшманран, усалран, чир-чӗртен, вут-кӑвар тухассинчен, выҫлӑхран сыхласа тӑр.

— Сыхласа тӑр! Сыхласа тӑр!

— Мӑн Турӑ, ҫырлах.

— Мӑн Турӑ, ҫырлах.

— Мӑн Турӑ Амӑшӗ, ҫырлах.

— Пӳлӗхҫӗ, ҫырлах.

— Пӳлӗхҫӗ, ҫырлах.

— Пӳлӗхҫӗ Амӑшӗ, ҫырлах.

— Пӳлӗхҫӗ Амӑшӗ, ҫырлах.

— Пихампар, ҫырлах.

— Пихампар, ҫырлах.

— Ана Амӑшӗ, ҫырлах.

— Ана Амӑшӗ, ҫырлах.

— Ҫут ҫанталӑк тытан, ҫырлах.

— Ҫут ҫанталӑк тытан, ҫырлах.

— Ҫӗр-шыв тытан, ҫырлах.

— Ҫӗр-шыв тытан, ҫырлах.

— Хӗвел, ҫырлах.

— Хӗвел, ҫырлах.

— Уйӑх, ҫырлах.

— Уйӑх, ҫырлах.

— Эй, Турӑ, Ҫӳлти Турӑ! Карта тулли выльӑх пар. Тырра-пулла перекет пар!

— Карта тулли выльӑх пар, тырра-пулла перекет пар!

— Эпир сана хамӑр енчен чи вӑйлине…

— Чи вӑйлине…

— Чи хастаррине, чи хаклине…

— Чи хастаррине, чи хаклине…

— Кӗтӳ пуҫлӑхне паратпӑр!

— Кӗтӳ пуҫлӑхне паратпӑр!

— Ҫак хӗрлӗ вӑкӑра йышӑн, парне начар тесе ан ӳпкелеш!

— Парне начар тесе ан ӳпкелеш!

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн пурте ура ҫине тӑчӗҫ те тин ҫеҫ пуснӑ вӑкӑр какайӗпе пӗҫернӗ пӑри пӑтти астиврӗҫ. Юлнӑ апатне киле юлнӑ ватӑсем валли парса ячӗҫ. Вӑкӑр шӑммисене пӗр ҫӗре пухса ҫунтарчӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ саланса пӗтсессӗн ҫамрӑксем вӑйӑ пуҫларӗҫ, юрларӗҫ, ташларӗҫ, вылярӗҫ. Нарпи Алмаса куҫран вӗҫертмерӗ, унпа юнашар пулма тӑрӑшрӗ. Карталанса юрланӑ чухне иккӗшӗн аллисем пӗрлешни вара Нарпишӗн чӑннипех те савӑнӑҫ пулчӗ. Ҫак чиперкке аллинчен мӗнле ҫепӗҫлӗх, ӑшӑлӑх тапса тӑнине Алмас та сисрӗ, вӑйӑран килнӗ чухне те пӗрлех утса пычӗ, хӗре киле ҫитиех ӑсатса ячӗ, анчах хӑйӗн кӑмӑл-туйӑмне пӗлтерме шутламарӗ, ырӑ каҫ сунчӗ те уйрӑлчӗ. Ҫапах та ҫак пултаруллӑ хӗрпе (кӑвар ҫинче ташлама хӑюлӑх ҫитерет вӗт-ха!) пӗрле пулнӑ хыҫҫӑн каччӑн чунӗнче темле лӑпкӑлӑх сисӗне пуҫларӗ. Пӗччен мар иккен вӑл, юлташлӑ, туслӑ пулма тивӗҫ хӗр те пур.

Алмас килелле утнӑ чухне кашкӑр улани илтӗнсе кайрӗ. Сасси инҫе пулсассӑн та, Алмас хӑвӑртрах утма пуҫларӗ. Кашкӑр кашкӑрах вӗт, ӑслӑ та хӑюллӑ чӗрчун. Унтан тем те кӗтме пулать. Алмас чупнӑ пекех васкаса киле кӗчӗ. Кунта ҫывӑрма шутламаҫҫӗ те иккен, тӑваттӑн калаҫса лараҫҫӗ: Ватрас, Амине, Пӑрчкан тата мӑчавӑр.

— Инҫех мар кашкӑрсем улаҫҫӗ, — терӗ Алмас.

— Илтрӗмӗр-ха, ахальтен пулас ҫук,- пӗлтерчӗ Ватрас.

— Хуйхӑ-суйхӑнах ӗнтӗ,- хутшӑнчӗ калаҫӑва Амине.

— Ҫук, — терӗ татӑклӑн Пӑрчкан. — Ку вӑл ҫула йыхӑрса улани. Вӑл ман хӑлхара ӗмӗрлӗхех юлчӗ. Ҫак сасӑ хыҫҫӑн килтӗм те ӗнтӗ тӑван ене. Мӗншӗн ҫула чӗннине те тавҫӑратӑп эпӗ. Ватрас, ҫакӑнтан тармалла сирӗн. Унсӑрӑн пӗтетӗр. Эсрел тӗп тӑвать.

— Эпӗ те ҫаплах шутлатӑп, — терӗ Амине. — Пӗтетпӗр капла. Улӑпне те темшӗн вӑратаймарӗҫ. Хытӑ сыхлаҫҫӗ пулас.

— Ку хутӗнче, тен, вӑратӗҫ-ха. Кӗтмелли нумай юлмарӗ, — терӗ мӑчавӑр. — Енчен ку хутӗнче те ӗҫ тухмасассӑн, пурӑнмалли вырӑна улӑштарма тивӗ. Ҫурҫӗрелле сӗм вӑрмансем пур теҫҫӗ.

Ҫак самантра каллех кашкӑр сасси илтӗнсе кайрӗ. Инҫех те мар пулас.

— Чим-ха, — терӗ Пӑрчкан, — тухса кӑшкӑрам, лӑплантарам ӑна.

— Кашкӑр чӗлхине те пӗлет иккен ку, — терӗ Амине Пӑрчкан тухсан.

Айккинче итлесе тӑракан Алмас чӑтса тӑраймарӗ, хӑйне тахҫантанпах канӑҫ паман шухӑша каларӗ:

— Атте, кала-ха, пирӗн мӗншӗн ҫар ҫуккӑ вара. Нивушлӗ Эсреле хирӗҫ тӑма май ҫук.

— Ывӑлӑм, эсӗ ҫамрӑк-ха, чылай япалана пӗлместӗн. Эсрел вӑл ҫав тери вӑйлӑ та хӑрушӑскер. Ун патне пур енчен те пурлӑх юхса пырать. Нӳкерӗсем унӑн пурте хурҫӑ хӗҫӗпе, тимӗр вӗҫлӗ сӑнӑпа. Ҫарӗ вара ҫав тери йышлӑскер, юланут ҫине ларса ҫула тухсассӑн пӗлӗте ҫӗкленнӗ тусан хӗвеле те хупласа лартать. Хамӑр ҫар пирки… Вӑл тахҫан пирӗн те пулнӑ теҫҫӗ, Улӑп ертсе пынӑ ӑна. Халӗ вара хӑвах куратӑн… Вӑйсем пӗр тан мар пирӗн.

— Ку Улӑпӗ вара? — пӗлме тӑрӑшрӗ Алмас.

— Кун пирки темле халап та ҫӳрет, — терӗ мӑчавӑр. — Атте мана ҫапла каласа панӑччӗ: «Тахҫан ӗлӗкех чӑвашсемпе юнашар ытти халӑхсем те пурӑннӑ. Пӗрин пуҫлӑхӗ Эсрел ятлӑскер пулнӑ тет. Пӗррехинче вӑл Улӑпа хӑй патне хӑнана чӗнет. Лешӗ килӗшет, кӳршӗсемпе лайӑх пурӑнмалла вӗт-ха. Тутлӑ ҫимӗҫпе хӑналанӑ хушӑра Эсрел ҫапла калать тет: «Эсӗ те вӑйлӑ, эпӗ те вӑйлӑ, атя иксӗмӗр пӗрле пӗтӗм тӗнчене ҫӗнсе илер. Вара пирӗнтен асли, пирӗнтен пуянни никам та пулмӗ». «Ку маншӑн пачах кӗтмен сӑмах, шутласа пӑхӑп-ха», — тет Улӑп. Каялла таврӑнма тӑрсассӑн Эсрел ӑна ҫӗр выртмасӑр ан кай-ха тесе ӳкӗтлет. Лешӗ куҫне хупсассӑнах пӗр тухатмӑш хӗрарӑм ӑна вӑранмалла марах ҫывратса ярать. Вӑт ҫапла, те тӗрӗс, те урӑхла — калама пултараймастӑп.

Улӑп ҫывӑрса кайсанах Эсрел чӑвашсене хирӗҫ вӑрҫӑпа килет. Вӑйлӑ ҫапӑҫаҫҫӗ, анчах Улӑп ҫукки сисӗнет ҫав. Эсрел ҫӗнтерет. Чӑваш нуши шӑпах ҫавӑнтан пуҫланать те ӗнтӗ. Пӗтӗмпех Эсрел мӗн хушнине туса пыма тивет, турхансене те вӑлах суйласа лартать.

Миҫе хутчен Улӑпа вӑратма хӑтланман пулӗ чӑвашсем, ӗҫ тухман. Керем патне ҫитсе вӑрттӑн сӑнаса тӑракансем те пулнӑ, анчах кӗреймен. Пӗрисем ҫавӑнтах выртса юлнӑ, теприсем аран-аран тарса ҫӑлӑннӑ.

Турханпа мӑчавӑр вара ҫапла калаҫса татӑлчӗҫ: ку хутӗнче те Улӑп патне ҫитеймесессӗн, кунтан тармах тивет.

Загрузка...