Розин Ярандай Йӗрсем ҫухалмаҫҫӗ

Хӗвел ансан йӗпхӗ ҫума пуҫларӗ те тул ҫутӑлсан та чарӑнмарӗ. Лакӑм-тӗкӗм шывланчӗ, ҫул-урам йӑпӑлкаланчӗ.

Каймалли ҫыннӑн каймаллах. Эпир те ҫула тухрӑмӑр.

Хӑвӑрт ҫӗреме юратакан Ваҫук, прокуратура шоферӗ, паян васкамасть, машинӑна асӑрханса тытса пырать. Куҫне самантлӑха та ҫул ҫинчен илмест. Сӑмахламасть те. Эпӗ те чӗнместӗп. Шухӑшлатӑп. Шухӑшлатӑп кӑна-и?! Тертленетӗп те. Пиллӗкмӗш талӑк ӗнтӗ, сӗрӗм тивнӗ евӗр, пуҫ кашлать. Ҫӗрле те йӗркеллӗ ҫывӑраймастӑп. Ӑш вӑркать, чӗре ыратать. Ӗҫӗм те йӑпану кӗмест. Никампа та курнӑҫас килмест.

Ҫапла пӗр кӗтмен ҫӗртен хавшарӑм, япӑхрӑм, йӑлт минрерӗм. Хӗн-асапӗ вара акӑ мӗнрен пуҫланчӗ.

Хӑнӑхнӑ йӑлапа ир-ирех Атӑлта шыва кӗрсе тухрӑм. Йӑмӑхса ҫӗкленекен хӗвелпе киленсе, тӑвайккинелле улӑхаттӑм. Сасартӑк ятран чӗнсе сывлӑх сунчӗҫ:

— Юра, салам.

Эпӗ сасӑ илтӗннӗ еннелле ҫаврӑнса тӑтӑм. Ак тамаша! Ман умра Инна тӑра парать. Чӗрене сахал мар ҫунтарнӑ Инна. Хӗрлӗ кӗрен платье тӑхӑннӑскер, ирхи хӗвел ҫутинче вут кӗлти пек туйӑнса кайрӗ. Ун пуҫӗнче ҫӗхе кӑвак тутӑр, сулахай аллинче — пӗчӗк сумка. Сылтӑм аллипе арҫын ача ҫавӑтнӑ. Хӑй тавра тата туллиех ача-пӑча, галстуклӑскерсем.

— Анне!.. Кур-ха, пӑрахут хӑпарать ав! Шап-шурӑ пӑрахут! — Иннӑна ҫыран хӗрринелле туртрӗ ҫавӑтнӑ ача.

Инна ача хавхаланӑвне асӑрхаймарӗ те тейӗн. Мана чӑрлаттарса пӑхнӑ та ― шак хытса тӑрать. Эпӗ сӑмах хушасса, пырса алӑ тытасса кӗтрӗ-тӗр. Эпӗ вара пӗр сӑмах та чӗнмерӗм, чарӑнса та тӑмарӑм — тӑвайккинелле вашлаттартӑм.

— Юра!.. Юра, тетӗп! — ачине хӑварсах ман хыҫҫӑн талпӑнчӗ Инна.

Чун тӑвӑлса килчӗ манӑн. Питӗм пӗҫерсе кайрӗ. Ҫук, чарӑнса тӑмарӑм, урампа малалла васкарӑм. Апатланма та хваттере кӗмерӗм — тӗрех ӗҫе, прокуратурӑна, уттартӑм, Иннӑна ҫапла ӑнсӑртран тӗл пулнипе ачалӑх кунӗсене аса илтӗм.

…Лутра Пакӑшӑн ҫеремлӗ урамӗ. Эпир, ача-пӑча, лапталла вылятпӑр. Инна та пур. Вӑл тепӗр ушкӑнра. Эп ӑна аякранах мечӗкпе персе тивертрӗм. Ҫилленчӗ-тӗр вӑл. «Тикӗт куҫ, тикӗт куҫ», ― тесе витлерӗ. Эпӗ кӑмӑлсӑрлантӑм, вӑйӑ пӗтессе те кӗтмерӗм, килелле чуптартӑм, Ҫакӑн хыҫҫӑн, кӗршӗллӗ пулин те, Иннӑпа чылайччен курнӑҫмарӑм, хам тӗллӗн шӑмарса ҫӗрерӗм. Вӑл хамӑр пата пырсан та, тарса пытанаттӑм.

Пӗррехинче хайхи, утӑ ҫинче, атте мана ир-ирех ыйхӑран вӑратрӗ.

— Йӑранашран утӑ турттармалла. Кайса лаша кӗл. Асту, кӗреплепе сенӗк илме ан ман, ― терӗ вӑл мана, васкасах ҫула хатӗрленекенскер.

Хаваспах килӗшрӗм. Йӑранашра Инна ҫук, манран тӑрӑхлакан пулмӗ терӗм. Пӗр шиксӗр ӗҫлетӗп. Ирӗклӗн. Анчах ир савӑннӑ иккен. Инна та аппӑшӗпе пӗрле унта пырать-мӗн. Пирӗн ума вӗсем тӑкӑрлӑкра сиксе тухрӗҫ. Иннӑ тата хыҫала ларнӑ та, ман еннелле пӑхса, йӑл-йӑл кулса пырать. Кур ак, хӗрарӑмсем пулсан та, арҫынсенчен малта пыратпӑр тенӗн туйӑнать мана унӑн кулли.

Эпӗ тилхепене карт туртрӑм — лаша малалла ыткӑнчӗ. Иннӑсенчен вӑшт кӑна иртсе кайрӑмӑр.

Йӑранаша ҫитсен, утине эпир урапа ҫине наччасра тиесе лартрамӑр. Лава уттармаллаччӗ кӑна — Иннӑсем персе ҫитрӗҫ. Атте васкамарӗ, кӗршӗ-арша пулӑшам кӑштах терӗ те тимлесех Иннӑсен урапи ҫине утӑ тиеме тапратрӗ.

— Эсир кунтах юлӑр, ― терӗ атте Иннӑпа иксӗмӗре, лашана ялалла уттарса. ― Эпир часах каялла таврӑнатпӑр.

Вӗсем курӑнми пулсан, алла кӗрепле тытрӑм та тӑкӑннӑ утта, пуҫтарса, купа ҫине кая-кая хутӑм.

Сасартӑк шарлаттарса аслати авӑтса ячӗ, шалкам ҫумӑр пуҫланчӗ. Эпӗ йӑпӑр-япӑр купа айне кӗрсе лартӑм.

— Юра!.. Хӑратӑп! — кӑшкӑрать Инна.

— Кил эппин, ― терӗм те, ҫумӑра пӗчченех ларса ирттерме шутланӑскер, Инна валли те вырӑн хатӗрлерӗм.

Чӑл та чал ҫиҫӗм ҫиҫет, аслати кӗрлет те шартлатать. Аҫа-ҫиҫӗм умлӑн-хыҫлӑн куҫа алчӑратрӗ.

— Ай, хӑратӑп эпӗ! — ҫӑтӑрр пӑчӑртаса тытрӗ мана юнашар пырса ларнӑ Инна. ― Ҫав тери хӑратӑп.

Хиреҫ пӗр сӑмах та чӗнместӗп.

— Каҫар ӗнтӗ, Юра, ― пӑшӑлтатрӗ хайхи хӗрача. ― Тархасшӑн, ан ҫиллен. Ун чух эп… лапталла вылянӑ чух… тарӑхса мар… Темшӗн сана… сансӑр кичем мана. Эпӗ вӗт…

Лӑпчӑнать те лӑпчӑнать ман ҫума Инна. Пӗр чӑрӑнмасӑр сӑмахлать. Туятӑп, чӗри унӑн хыттӑн-хыттӑн тапать. Ҫанҫурӑмӗнчен кӑвайт умӗнчи пек вӗри ҫапать.

— Юра!.. Инна! ― илтӗнчӗ кӗҫех атте сасси. Эпир купа айӗнчен тухрӑмӑр. Ҫумӑр чарӑннӑ иккен.

— Паян улӑхра ӗҫлейместпӗр пуль. Ларӑр, киле каятпӑр.

Урапа ҫине ларсан та, татти-сыпписӗр калаҫрӗ Инна. Эпӗ унран мӗншӗн ютшӑнса ҫӗренине те, меншӗн тарӑхнине те — йӑлтах каласа пачӗ аттене.

— Ай-яй-яй! — пуҫне пӑркаларӗ атте. ― Арҫын вӗт-ха эс, Юра. Юрамасть апла.

Аслисем, атте-аннесем, ырӑ-тату пӗрӑнатчӗҫ пирӗн. Пулӑшса, килӗштерсе, ялан пӗр сӑмах тытса.

— Кур-ха, мӗнешкел савӑнӑҫ! — урапа ҫинчен ялт сиксе анчӗ Инна, сада кӗрсен. Унтан чеен кӑна мана пӗрнипе юнарӗ. ― Урлӑ пурӑнма юрамасть пирӗн, Юра. Эпир лартнӑ улмуҫҫи ҫӗнӗ хунав кӑларнӑ.

Эпӗ те Инна хыҫҫӑн ӑнтӑлтӑм.

— Ой, епле тӗреклӗ хунав! — савӑнтӑм эпӗ те.

— Санӑн та кӑвак хуппи уҫӑлчӗ ав. Асту, ан хупӑнтар ӑна, кӑвак хуппине… — йӑл кулса илчӗ Инна.

Ҫапла ачалӑхри самантсене аса илсе пырса сисмерӗм те — прокуратурӑна ҫитрӗм. Коридорта, ман пӗлӗм умӗнче, Якур пичче ларать. Лутра Пакӑш ҫынни. Пирӗнтен инҫе мар, ҫырма урлӑ, пурӑнатчӗ. Таҫта та тӑрӑшса пӑхрӗ вӑл хӑй ӗмӗрӗнче — ниҫта та ӑнӑҫтараймарӗ. Ултӑ ҫул каялла, сутуҫран кӑларса ярсан, хулана килсе хуралҫа вырнаҫнӑччӗ.

— Ара, Юра мар-и ку? — яштах сиксе тӑчӗ ҫакскер. ― Сана та прокуратурӑна чӗнтерчӗҫ-им?

— Никам та чӗнтермен мана. Хам килтӗм.

— Пӗр-пӗр инкек сиксе тухрӗ пуль-ха. Е тем урӑх-хи… — куҫӗсене хӗссе пуплерӗ Якур пичче.

— Нимле инкек те сиксе тухман. Эпӗ кунта ӗҫлетӗм Якур пичче, ― терӗм те алӑка уҫса хутӑм. ― Кӗрӗр.

— Вӑт тӗнче! — пӗҫҫине шарт ҫапрӗ вӑл. ― Следователь, эппин, эс халь?

— Ҫапла, следователь. Прокуратура следователӗ.

— Вуларӑм-ха, алӑк ҫине ав «Назаров Юрий Иванович следователь» тесе ҫырса хунӑ. Паллӑ хушамат. Пӗлнӗ хушамат. Хӑш ял ҫынни-ши тесе шухӑшласа лартӑм. Чим-ха, ― ҫӗлӗкне пукан ҫине хывса хучӗ вӑл. ― Апла эс юрлама пӑрахрӑн-им?

Ҫапла, Якур пичче кӑна мар, пӗтӗм ял эп юрӑҫ пуласса кӗтетчӗ. Ара, пилӗк ҫултах купӑс каласа юрлаттӑм та. ӗсерехпе те, ― ӗҫре-и унта е каннӑ вӑхӑтра, ― яланах юрӑ шӑрантараттӑм. Кашни концертах хутшӑнаттӑм. Тури Ҫӗрпӗкассине те, Акташа та, Ҫӗнтӗкҫырмине те пайтах юрӑпа ҫӗренӗ.

Сцена ҫине тухаттӑм та купӑса тӑсса яраттӑм. Зал шӑпӑрт пулатчӗ. Чун-чӗрем ҫичӗ пӗлӗт тӑрринче ярӑнатчӗ. Юрӑ илемӗпе киленсе, хӑвачӗпе рехетленсе, янравлӑхӗпе хавхаланса, ӑҫта тӑнине те манса каяттӑм, хам ҫав тери ырӑ, ҫав тери хаваслӑ туяттӑм. Юрӑ вӗҫленсен, пуҫ таяттӑм та чаршав хыҫне чӑматтӑм. Куракансем алӑ ҫупатчӗҫ. Шавлӑн, чылайччен…

Юрӑ вӑл — чӑн-чӑн ҫунат. Хуйха-суйха сирет, чун-чӗрене ҫӗклет, ӗмӗт-шухӑша ҫунатлантарать. Чӑнласах юрӑҫӑ пуласшӑнччӗ эпӗ. Анчах ӗмӗтленни пур чухне те ҫитсе пымасть ҫав пурнӑҫра. Ман тӗллӗн те инкек сиксе тухрӗ. Пысӑк инкек.

…Кикенлӗхре капан хываттӑмӑр. Кӑнтӑр апатне ларнӑччӗ ӗнтӗ. Улӑх тӑрӑх хыпӑнса кӑшкӑрни илтӗнчӗ кайрӗ.

— Пушар!.. Пушар!..

Пурте тӑвайккинелле чупрӑмӑр. Пирӗн киле вут хыпса илнӗ. Майсӑр ҫулӑм явӑнать, тӗтӗм йӑсӑрланать.

Ҫӑвара пӑкӑларӗҫ тейӗн — сывлӑш пӗлӗнсе ларчӗ. Алӑсем лӑстӑр усӑнчӗҫ. Урара пӗр вӑй та ҫук.

Пирӗн тӑпӑл-тӑпӑл кил-ҫуртран куҫ умӗнчех кӑмрӑк кӑна тӑрса юлчӗ.

— Ах, пӗтрӗмӗр! Пӗтмеллипех пӗтрӗмӗр! Тӗшӗрӗлсе аннӑ атте ҫапла кӑшкӑрни паян кун та хӑрушшӑн илтӗнсе тӑрать ман хӑлхара.

— Пӗр ӗкнӗ йывӑҫа каялла тӑратса лартма ҫук. Пысӑк инкек пулсан та, ҫав териех хыпса ҫунма кирлӗ мар, Иван пичче, ― терӗ совхоз директорӗ, аттепе юнашар ларса. ― Пулӑшатпӑр. Ҫурт-йӗр ҫавӑрма кирпӗч паратпӑр. Цемент та, чус хӑма та…

Вут-ҫулӑм кунашкал алхаснине Лутра Пакӑшра никам та астумасть. Шалт тӗлӗнчӗ ялйыш.

— Вут тӗртнӗ-тӗр? — теҫҫӗ урӑх сӑлтав курмасӑр.

— Паллах, вут тӗртнӗ. Килте паян пӗри те пулман вӗсен — улӑхраччӗ ҫемйипех.

— Ах, унашкал путсӗрсене-е!

Пушара сӗнтерсен те, ялйыш чылайччен саланмарӗ. Милици ҫыннисем те тимлесех тӗпчерӗҫ. Кам вут тӗртнӗ? Мӗншӗн? Пурпӗрех уҫҫи-хуппи тупӑнмарӗ.

Килйыш ҫине татӑлса аннӑ ҫак хӑринкек ман ҫамрӑклӑх ӗмӗтне те татрӗ.

— Вӗренме каяймастӑн пуль, ывӑлӑм, ― йывӑррӑн калаҫрӗ атте. ― Хӑвах куратӑн, пӗрт-ҫурт ҫаврмалла.

Юрӑҫа вӗренме каяймарӑм вара, тракторпа ӗҫлеме пуҫларӑм. Ҫав ҫулах пӗрт купаласа лартрӑмӑр. Паллах, совхознумай пулӑшрӗ, тӑван-пӗтен те тимлерӗ. Кӗркунне эпӗ салтак пулса тӑтӑм. Юрӑҫа тухас ӗмӗт ҫарта тепӗр хут амаланса кайрӗ. Ҫарта та тӑтӑшах концертсене хутшӑнаттӑм. Емӗтӗме пӗлнӗ пекех, командирсем те консерваторие вӗренме кӗме сӗнчӗҫ.

Служба пӗтесси виҫӗ уйӑх юлсан, консерваторирен хут ҫитрӗ — экзамен тытма каймалла. Чаҫрен мана тав туса, Хисеп грамоти парса, ӑнӑҫу сунса, питех те хисеплӗн ӑсатрӗҫ.

Купене эпӗ Ҫӗпӗр вырӑсӗпе, вӑрҫӑ инваличӗпе, пӗрле лекрӗм. Сӑмахлама юратакан ҫын пулчӗ вӑл. Вырнаҫнӑ-вырнаҫман мӗн ҫӑмӑлпа ҫӗренине ыйтса пӗлчӗ.

— Юрӑҫӑ, паллах, лайӑх професси. Анчах эпӗ, санашкал ҫамрӑк та вӑйпитти пулсан, юрӑҫа мар, следователе вӗренӗттӗм ирсӗр ӗҫ тӑвакансемпе кӗрешме. Эх, еплерех шӗкӗлчемелле ҫав йӑх-яха! — тарӑхса, чӑмӑрӗпе сулкалашсах калаҫрӗ вӑрҫӑ инваличӗ.

Тарӑхма сӑлтавӗ те пур иккен хӑйӗн. Вӑрҫӑ суранӗсене сиплеме санаторие каяканскере йӗксӗксем пӗр пус укҫасӑр тӑратса хӑварнӑ. Чӑматанне те, путевкине те йӑкӑртнӑ.

— Кала-ха, юлташӑм, ― терӗ вӑл. ― Нивушлӗ ҫав йӗксӗксене тупма ҫук? Эхер, унашкал чуманттайсем ӗлӗм те пулаҫҫӗ-и?

Чӑнах та, ара, япала ҫаратса е ытти усал ӗҫ туса таса чунлӑ ҫынсене кӗрентерекенсемпе ҫине тӑрса кӗрешме май ҫуках-ши вара? Пире те, ав, кӗтмен ҫӗртен шар кӑтартрӗҫ, кӑмрӑк ҫине тӑратса хӑварчӗҫ.

Ҫак шухӑш вӑрҫӑ инваличӗпе уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та канӑҫ памарӗ мана, чӗрене хускатмаллипех хускатрӗ. Ҫавӑнпа чаҫрен ярҫа панӑ документсене консерваторйрен илтӗм те Саратоври юридически института кайса? патӑм, студент пулса тӑтӑм.

Ҫурхи кунсем пекех хаваслӑ иртрӗҫ институтри ҫулсем. Сиссе те юлаймарӑм — юрист дипломне илтӗм, ҫуралнӑ ҫӗршыва таврӑнтӑм.

Якур пичче пальто тӗмисене вӗҫертрӗ, кӗсйинчен пирус кӑларса тивертрӗ.

— Леш эрнере ялта пултӑм, ― терӗ ман ҫине чеен пӑхса. — Лутра Пакӑша Иннӑпа пӗр автобусра кайрӑмӑр…

Мана вӗчӗрхентерес тет-шим ку? Пӗлет вӗт-ха: ултӑ ҫул каяллах Инна урӑх ҫынна качча тухнӑ.

— Пӗлетӗн-и, Юрий Иванович, ― терӗ вӑл малалла пирус тӗтӗмне ҫӑварӗнчен ункӑлантарса кӑларнӑ май, ― Иннӑн пысӑк инкек — упӑшкине хупса лартнӑ. Лешӗ темӗнле хӗрачана пӑшалпа пенӗ тет-и…

Пит-куҫ пӗҫерсе кайрӗ. Чун тӑвӑлнине палӑртас мар тесе, калаҫӑва урӑх йӗр ҫине ӗкерме тӑрӑшрӑм.

— Акӑ мӗншӗн чӗнтертӗм сана, Якур пичче, ― терӗм сӗтелтен таса хут листи кӑларса. ― Леш эрнере эс ӗҫрен таврӑнна чух ҫынсем ҫапӑҫнине курнӑ. Ҫапла вӗт?

— Ӑхӑ.

— Каласа пар-ха чӑннипе, кам кама хӗнерӗ? Ҫапӑҫӑва кам пирвай пуҫларӗ?

— Йӑлтах лешсем, арҫынпа хӗрарӑм, айӑплӑ. Ман умра виҫҫӗн пыратчӗҫ. Виҫӗ йӗкӗт. Ҫап-ҫамрӑкскерсем. Хӗрсех спортсменсем ҫинчен калаҫатчӗҫ. Вӗсене лутака арҫын чарса тӑратрӗ. ӗсӗрскер. Арҫынни ҫеҫ-и? Хӗрарӑмӗ те самаях хӗрӗнкӗччӗ. «Туртмалли пур-и?» — ыйтрӗ арҫын, Ҫӗллӗреххи, мӑйӑхли, ӑна пирус сӗнчӗ. «Э-э, туртма вӗреннӗ, пирус пачкине тыткалама пӗлместӗр. Культура ҫитмест!» — тӗрккесленчӗ арҫын. «Вӗрентиччен пирусне хӑвӑрпа чиксе ҫӗремелле», ― ларӑнмарӗ мӑйӑхли. Йӗкӗт «р» калаймасть. Ҫакна хӗрарӑм та сисрӗ, «вӗлентиччен» тесе хихиклетрӗ. «Вӗренне ҫынсӗм, культурӑллӑ ҫынсем тесе шутлатӑр пуль, анчах сирӗн культура виҫӗ пуса та тӑмасть», ― тавӑрчӗ мӑйӑхли. «Вӗленнӗ… культулӑллӑ…» — каллех йӗкӗлтерӗ хӗрарӑм. Мӑйӑхли текех калаҫса тӑмарӗ — весенчен пӑрӑнчӗ те малалла таплаттарчӗ. Ун хыҫҫӑн — юлташӗсем. Арҫынна килӗшмерӗ ку. Ҫак самантра подьезд алӑкӗнчен тата иккӗн тухрӗҫ. Хӗрарӑмпа арҫын. Сыпнӑскерсем. Вӗсене курсан, йӗкӗлтекен хӗрарӑм кӑшкӑрма тапратрӗ: «Пулӑшӑр!.. Тытӑр!.. Хулигансем вӗсем!.. Упӑшкана хӗнерӗҫ!..» Подъездран тухнӑ арҫын, вӑрӑм та сарлака хулпуҫҫиллӗскер, калаҫса-туса тӑмарӗ — сӑра алтӑрӗ пек чӑмӑрӗпе пӗррех янклаттарчӗ мӑйӑхлине. Унтан ыттисене тапӑнчӗ. Пирус ыйтаканни те чӑрсӑрскер иккен. Вӑл та ҫапӑҫӑва хутшӑнчӗ. Сыпнӑ хӗрарӑмӗсем те этем ӗретлӗскерсем мар, хӗтӗртме юратаканскерсем. Вӗсем те аллинчи сумкисемпе йӗкӗтсене ҫапма тытӑнчӗҫ. Ҫурӑмран та, лӗпкерен те лектерчӗҫ ҫамрӑксене. Арҫыннисем кӑкӑртан тапрӗҫ. Мӑйӑхли сиксе тӑчӗ те умлӑн-хыҫлӑй арҫынсене тӗке-тӗке ячӗ. Йӗкӗтсем сиксе тӑчӗҫ. Ним айӑпсӑр патак ҫинӗскерсем тарӑхрӗҫ пулмалла, арҫынсене чӑнтти-чантти туянтарчӗҫ. Ай-яй лайӑх лектерчӗҫ! Ҫапӑҫу, тен, тата хӗрсе каятчӗ пуль — милицие шӑнкӑравларӑм, Кӗҫех вӗсен машини ӗрӗхтерсе те ҫитрӗ. Эп вара пӑхса тӑмарӑм, килелле утрӑм. Мӗн пулса иртнӗ кайран, пӗлместӗп.

Якур пичче каллех пирус чӗртрӗ, вӑрӑммӑн сывласа, тӗтӗме шалалла ҫӑтрӗ. Эп ӑна тав турӑм та допрос протоколӗ ҫине алӑ пустартӑм, ӑсатса ятӑм.

Вӑл кайсан та пусӑрӑнаймарӑм эпӗ, хваттере таврӑнсан та лӑпланаймарӑм. Ыйхӑ вӗҫрӗ. Ҫӗрӗпе ҫывӑраймарӑм, енчен енне ҫаврӑнкаласа выртрӑм. Аптранипе пине ҫитиччен те шутласа пӑхрӑм — усси ҫук. Пурпӗрех тӗлӗрсе каяймастӑп. Куҫ умӗнче тӑтӑшах Инна тӑрать. Унӑн сӑнӗ-пичӗпе сапӑрланатӑп, ҫепӗҫ сассине илтетӗп. Атӑл хӗрринче, тен, пӑрӑнмалла марччӗ ман унран, сывлӑх — сунмаллаччӗ те калаҫса илмеллеччӗ-тӗр. Кӑшт та пулин… Тен, юнашар ларсах сӑмахламаллаччӗ? Мӗн тесен те, пӗр-пӗрне курманни ултӑ ҫул! Хам ҫара кайнӑранпах курнӑҫман вӗт эпир. Каласа памалли те, ыйтса пӗлмелли те иксӗмӗрӗн те пайтахчӗ-ҫке.

Эх, эп те ҫав! Пӑрӑнтӑм та утрӑм. Мӑнкӑмӑлланас килчӗ-ши, е чӗрене хускатас темерӗм?..

Ир-ирех прокурор сӗтелӗ ҫине заявлени пырса хутӑм, хама урӑх района куҫарма ыйтрӑм. Чи инҫетри района, чи йывӑр района.

— Паллах, хулари прокуратурӑра ӗҫлеме ҫӑмӑл мар, ҫапах хӑшпӗрисем районтан кунта куҫасшӑн ӑшталанаҫҫӗ, ― терӗ хула прокурорӗ, шухӑша кайса. ― Кала-ха, мӗн кӑмӑлна хуҫрӗ? Эс тӗпченӗ ӗҫсене питӗ тимлӗн тишкертӗм, пӗр кӑлтӑк та тупмарӑм. Ӗнер те канашлура ырларӑмӑр сана. Маттур, пултарать терӗмӗр. Паян ак… Тен, хам кӗрентертӗм ӑнсӑртран?

— Ҫук, никам та кӗрентермен мана.

— Апла йывӑрлӑхран хӑрать темелле-и сана?

— Йывӑрлӑхран та хӑрамастӑп.

— Мӗншӗн каясшӑн эппин.

— Ялта ҫуралса ӗснӗ эпӗ.

— Чуна уҫса каламастӑн, Юрий Иванович. Темӗскер пытаратӑн. Чим-ха, чирлӗ мар-и эсӗ? Йӑлт шуралса кайнӑ ав. Больницӑна ӑсатмалла сана.

— Ан чӑрманӑр. Больница мар, урӑхла сиплев кирлӗ мана…

Ыйтӑва аран-аран тивӗҫтерчӗҫ. Папкӑри хутсене прокурора парса хӑвартӑм та халь акӑ ҫӗнӗ вырӑна, районти прокуратурӑна, каятӑп. Унта ман пӗр палланӑ ҫын та ҫук. Инна та, хулана килнӗ пек, экскурсие пырас ҫук. Вӑл районта пӗр завод та ҫук. Йӗркене пӑсакансен шучӗ кӑна пӗлтӗрхинчен самай ӗснӗ.

Сасартӑк машина тӑпах чарӑнчӗ. Тепле кантӑка ҫапӑнмарӑм.

— Лартса кайӑр-ха, тархасшӑн? — пирӗн паталла чупать хӗрарӑм.

— Ӑҫта ҫитмелле? — машина алӑкне уҫрӗ Ваҫук.

— Асламаса.

— Ларӑр. Асламас витӗр каятпӑр.

— Епле телейлӗ эпӗ… ― васкасах кӗрсе вырнаҫрӗ хӗрарӑм.

Машина малалла ыткӑнчӗ.

— Чим-ха, ― ман ҫине тӗсесе пӑхрӗ хӗрарӑм, ― Юрий Иванович Назаров мар-и эсир? Сирӗн сӑнӑра Инна Арцева альбомӗнче курнӑччӗ. Вӑт мӗнле, тӗрех палласа илтӗм! Уииверситетра Иннӑпа пӗрле вӗренеттӗм. Качча патӑмӑр ӑна. Ҫапла, эпӗ те пултӑм туйрӑ. Эй, тӗнче! Аса илсен…

Ҫанҫурӑм сӗлетсе кайрӗ. Каллех Инна…

— Кирлӗ мар, ― пӗлтӗм хӗрарӑма. ― Кирлӗ мар пурне те аса илме.

Ахаль те ӑш вӑркать. Ахаль те чӗре ыратать, вырӑнта мар. Вӗсем, ав, Инна та Инна…

Эх, Инна, Инна!.. Хам та манаймастӑп-ҫке сана. Ниепле те асӑмран тухмастӑн. Ҫурҫӗрте те пултӑм, Хура тинӗс хӗрринче те ҫӗрерӗм, эсӗ вара пӗр самант та манӑҫмарӑн. Манӑҫмастӑн та! Ача чух ҫуралнӑ туйӑм халӗ те вӗри. Уйрӑлнӑранпа ултӑ ҫул иртрӗ пулин те, ним чухлӗ те чакмарӗ ҫав туйӑм.

Вӑтам шкул пӗтерсен, Инна та института вӗренме каймарӗ, фермӑра ӗҫлеме пуҫларӗ. Ӗҫрен таврӑнатчӗ те пирӗн пата чупса пыратчӗ, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, унта та кунта ӗлкӗрсе, аннене пулӑшатчӗ.

Ҫара кайма хут килсен, мана чысласа, ҫамрӑксем ӑсату каҫӗ ирттерчӗҫ. Ташӑ-юрӑ хыҫҫӑн Иннӑпа иксӗмӗр клубран тухрӑмӑр. Мӗн шуҫӑм киличченех лартӑмӑр лапсӑркка сирень айӗнче…

— Итле-ха, Юра, ― терӗ Инна, тухӑҫа кӑвак сӑн ҫапсан. ― Уйрӑлатпӑр. Нумайлӑха уйрӑлатпӑр…

Ҫав ир ӑна пӗрремӗш хут ыталарӑм эпӗ. Пӗрремӗш хут чуптурӑм.

— Кӗтетӗп сана, Юра. Кӗтетӗп… икӗ ҫул… вунӑ ҫул…

Ҫара кулленех ҫыру ҫырса тӑчӗ Инна… Ӑшӑ, хӗрӗ, чун-чӗрене ҫӗклентерекен ҫырусем… Савни ҫырӑвӗ чикӗри салтакшӑн темрен те хаклӑ. Шӑрҫа пек тикӗс йӗркесене каҫса кайса вулаттӑм. Икшер хут, вуншар хут… Унӑн сӑнӗкерчӗкне те хамран пӗрре те уйӑрман эп, чӗре тӗлӗнчех чиксе ҫӗреттӗм. Юлашки ҫырӑва та хаваслансах уҫрӑм. Уҫрӑм та… унта пурӗ те пилӗк сӑмах кӑна: «Юра, текех ан ҫыр. Эпӗ…»

Куҫ алчӑраса кайрӗ. Уяр ҫанталӑк та ӑмӑрланса тӗксӗмленчӗ, хура тӗспе витӗнчӗ. Виҫӗ талӑк чӑлкӑм куҫ хупмарӑм, тӑтӑш асаплантӑм. Ҫакна старшина та сисрӗ. «Ма салху ҫӗретӗн? — терӗ вӑл, манпа юнашар ларса. ― Чирлерӗн-им? Е-е… ӑнлантӑм, чун савни качча тухнӑ. Тьфу! Хӗр вӑл — анне мар, татах тупӑнать. Ҫакна ан ман: хӗрсем вӗсем куҫ умӗнче кӑна чӗкеҫ евӗр чӗвӗлтетеҫҫӗ, сӑмах параҫҫӗ, уйрӑлсанах, сан ҫинчен манаҫҫӗ, урӑх качча куҫ хываҫҫӗ, урӑх каччӑ танатине кӗрсе ӗкеҫҫӗ. Паллах, пурте апла мар, ҫапах… Ан хуйхӑр. Кӗтме пӗлмен хӗршӗн чунна ан ҫунтар. Урӑххи тупӑнать кайран, шанчӑкли».

Тарӑхнӑскер, кӗреннӗскер, Иннӑна манма тӑрӑшрӑм. Вӑл пур — ниепле те асӑмран тухмарӗ. Халӗ те тухмасть.

— Шофер, ҫакӑнта антарса хӑварӑр. Эп ҫитрӗм, ― терӗ те хӗрарӑм Ваҫука укҫа тыттарма тӑчӗ.

— Кирлӗ мар, ― ун аллине сирчӗ Ваҫук.

Загрузка...