Уголовнӑй розыск начальникӗ ман пекех чӑлӑм куҫ хупман иккен. Самай материал пухнӑ вӑл. Нагаевпа та кӑсӑкланнӑ. Шупашкарта пурӑнать лешӗ. Суту-илӗ базинче шоферта вӑй хурать. Кӑнтӑр поселокӗнче икӗ хутлӑ ҫурт туяннӑ, кермен пек дача лартнӑ. Нумай пулмасть «Волга» машина туяннӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, ытлӑн-ҫитлӗн пурӑнать. Кӗршӗ-аршӑпа ҫыхӑну тытмасть вӑл. Курнӑҫмасть. Пускилсем шанмаҫҫӗ ӑна ахӑр. «Шиклӗ ҫын» теҫҫӗ. Килӗнче ҫук вӑл халь. Арӑмӗ каланӑ тӑрӑх, «ҫунакан» путевкӑпа кӑнтӑра тухса вӗҫтернӗ. Сочи хулине.
— Хӑй ҫук пулсан та, ун хваттерне ухтармалла. Юнланнӑ-вараланнӑ йӗм, ытти ҫипуҫ шырамалла. Кӗллине ҫапнӑ пушмак ҫинчен те манма юрамасть, ― терӗм эп, Аброськин пухнӑ материалсемпе паллашса.
— Аван. Прокурортан санкци илетӗп те паянах ку ӗҫе уголовнӑй розыск ҫыннисене явӑҫтаратӑп, ― килӗшрӗ Аброськин, сӗтел хушшинчен тухса, алӑка яр уҫрӗ. Турра шӗкӗр! Кӑшт ҫеҫ темӗнле хӗрарӑма ҫапӑнмарӗ. Лешӗ те пӗлӗме кӗрет-мӗн. Аброськин каҫару ыйтре, аяккалла пӑрӑнса, хӗрарӑма хӑй умӗпе ирттерсе ячӗ.
— Сывлӑх сунатӑп, Юра. Каҫарӑр, аҫу ятне астӑваймастӑп. Тупа ту пӗрлешмест, теҫҫӗ. Эпир ак каллех тӗл пултӑмӑр.
Людмила иккен. Пӗркун манпа пӗр машина ҫинче Асламаса ҫитиччен ларса пынӑскер. Ҫӗҫне кӑтралатнӑ хӑй. Кӗрен платье тӑхӑннӑ.
— Инна патне килтӗм те кураймарӑм ~ хунямӑшӗ хӑваласа янӑ. Вадим ӗҫне тӗпчекен следователь ял Советӗнче ларать терӗҫ те, килсе курас килчӗ.
— Вадим ӗҫне эпӗ тӗпчетӗп…
— Чӑнах, Вадим айӑплӑ-и? — ыйтрӗ Людмила ― Ой, Иннӑн мӗнле пысӑк хуйхӑ. Ҫак ӗҫ сиксе тухнӑшӑн эпӗ те айӑплӑ. Вӗсене пӗрлештерекенӗ-ҫке эпӗ. Иннӑна ирӗксӗрленӗ хыҫҫӑн Вадима пӗр утӑм уттармарӑм, йӑпатрӑм, хуптарса лартассипе хӑратрӑм. Мӑшӑрлансан хӑнӑхӗҫ тесе шутларӑм. Ҫынна вӑйпа юраттарма ҫук иккен. Вадим Иннӑна кӑмӑлламарӗ. Ӑна авлантарнӑ чух хам та пурнӑҫ кӑткӑслӑхне ӑнкарайман ҫав. Инна ӑҫта юлнине пӗлме те, урама тухас умӗн ҫывӑрмалли пӗлӗме кӗрсе пӑхма та ӑс ҫитереймен.
Людмила татах калаҫатчӗ пуль те — чӑрмантарчӗҫ. Пӗлӗме тулли пит-куҫлӑ хӗрарӑм кӗрсе тӑчӗ. Чечеклӗ тутӑр ҫыхнӑ вӑл.
— Ӗнер мана вӑрманта шыранӑ. Паян ак хам килтӗм, Галя ятлӑ эпӗ. Фермӑра пӑрусем пӑхатӑп.
Калаҫма чӑрмантарас мар терӗ пулас Людмила — урама тухрӗ.
— Ма шыранине тавҫӑратӑр пуль? — терӗм те портфельтен допрос протоколӗ кӑлартӑм.
— Чухлатӑп, мана та хупса хурасшӑн. Айӑпӑм пурах ҫав, юман туратти йӑтса, Инна хыҫҫӑн сӗнкӗлтетрӗм. Парасшӑнччӗ пӗрре. Ара, чун савнине туртса илчӗ-ҫке-ха. Вадима…
— Хӑҫан?.. Ӑҫта пулчӗ вара унашкал ӗҫ?
— Ӗнер, ара. Уҫланкӑра куртӑм та Иннӑна — тӗрех турат ярса тытрӑм. Меллӗ самант шыраса, Инна хыҫҫӑн Энтри хӑртнине ҫитрӗм. Унта та ҫапаймарӑм — асӑрхарӗ. Мана ҫаврӑнса пӑхрӗ те ӑшшӑн йӑл кулчӗ. «Галя, ывӑлӑма курмарӑн-и?» ― терӗ. Лӑштӑрах кайрӑм. Аллӑмсем усӑнчӗҫ. Вадим ман пата ҫӗренине пӗлет вӑл. Хам та, Инна кӗвӗҫтӗр, упӑшкинчен уйрӑлтӑр тесе, Вадима хулӗнчен чӗпӗтсе кӑвакартатӑп. Тепӗр кунне вара Инна патне пыраттӑм та ҫапла калаттӑм: «Сисместӗн-и: упӑшку ют хӗрарӑмпа ҫыхӑннӑ». Кӗлешмест вӗт, мур илесшӗ. Лӑр та тумасть. «Кӑмӑллаҫҫӗ-тӗк, юратаҫҫӗ-тӗк — ҫӗретӗр-иҫ», ― тет. Эп ҫапла каланӑшӑн пӗртте тарӑхмасть. Энтри хӑртнинче те харкашмарӗ, ӗретлӗ калаҫса, мана лӑплантарчӗ. Ывӑлӗн сассине илтсен, манран уйрӑлчӗ те ҫырманалла ӑнтӑлчӗ. Эпӗ те ӑна текех йӗрлемерӗм, фермӑна таврӑнтӑм.
— Авланнӑ ҫынна астаратӑн эс, Галя. Ачаллӑ хӗрарӑма асаплантаратӑн. Уйкасра каччӑсем сахал-и?
— Кам кама асаплантарать, эсир пӗлместӗр. Пирвай Инна мана макӑртрӗ, чун варлине туртса илчӗ. Паллах, каччӑсем нумай вӗсем. Уйкасра та, юнашар ялта та. Анчах пурин ҫине те пӗрешкел пӑхаймастӑп эпӗ, пуринпе те йӑпанаймастӑп. Чӗрере хӑватлӑ туйӑм ҫук пулсан, ейлешме те кирлӗ мар. Юрату вӑл — асамлӑ вӑй. Укҫа парса туянаймастӑн ӑна. Хӑҫан ҫураласса та пӗлме ҫук. Ҫуралчӗ-тӗк, чӗрене вут-хӗм хыпрӗ-тӗк — упрамалла ӑна. Кӗрешмелле. Вадима юрататӑп эпӗ. Вадима пурпӗр никама та памастӑп. Ҫапӑҫатӑп.
— Вадим авланнӑ вӗт-ха. Арӑмӗ те чипер, йӑваш, чӑн-чӑн пурнӑҫ ҫынни.
Гальӑна килӗшмерӗ ку, тимлесех мана сивлерӗ:
— Пурнӑҫ ҫынни тетӗр? Пурнӑҫ ҫынни вӑл мӑшӑра нихҫан та пӑрахмасть. Темле йывӑрлӑха лексен те, мӑшӑра хавхалантарма, ҫӑлма тӑрӑшать. Вадима хупса лартрӗҫ те, упӑшкине ҫӑлас тесе, Инна ниҫта та ҫӗремерӗ, меллӗ пурнӑҫ шыраса, амӑшӗ патне куҫса кайрӗ. Мемме вӑл. Пӗрре курсах Вадима парӑннӑ, качча илме йӑлӑннӑ.
Галя калаҫма чарӑнчӗ, куҫӗнчи тутӑра салтса, чӗркуҫҫи ҫине хуҫлатса хучӗ.
— Кирек епле арҫын та хӗрарӑма кӑмӑллӑ. Кӗрнеклӗ каччӑна курсан, ҫепӗҫ сӑмахсем илтсен, хӗр чӗрине те вут хыпать. Ҫав хӗлхеме упрама пӗлмелле, тӑрук ҫулӑмланса каясран та сыхланмалла. Унашкал туйӑм манӑн чӗрере те ҫуралчӗ, ҫултан-ҫул вӑйланса, хӗрӗленее пычӗ. Вунӑ ҫул иртсен, ҫулӑмпа ялкӑшма пуҫларӗ. Хале те ҫунать вӑл. Хӗрӗлӗхӗ те пысӑк. Ҫавӑнпа упратӑп ӑна эпӗ. Мӗн вилнчченех упратӑп. Ҫав хӗлхеме Вадим сӗнтересшӗн мар. Арӑмне улталаса, арӑменчен писсе, ултӑ ҫул хушши ман пата килсе ҫӗрет. Мӗн тӑвӑн-ха ӗнтӗ.
— Вожатӑя суранлатнӑ каҫ мунчара пӗрле пулнӑ эсир. Ҫапла-и?
— Тӗрӗс, ― тунмарӗ Галя. ― Ятласшӑн-и мана уншӑн? Вӑтантарасшӑн-и? Ҫук, именместӗп, ҫынсем умӗнче каласан та хӗрелместӗп. Вадим — манӑн ҫураҫнӑ каччӑ. Пӗр-пӗрне юратма, пӗр-пӗрне пулӑшма ант тунӑ эпир. Анчах антне тытаймарӗ. Ҫылӑха кӗнӗ хыҫҫӑн икӗ эрнерен яла килчӗ те ҫапла каларӗ: «Урӑх хӗре качча илетӗп». Чармарӑм, йӑлӑнмарӑм, Яла туй кӗрлесе килсен, ураран ӗкрӗм, выртса-йӑванса макӑртӑм. Ҫук, ӑнланмастӑр эсир. Юристсем вӗсем — кӑнттам та хытӑ чунлӑ ҫынсем, Юрату мӗн иккенне те пӗлмеҫҫӗ. Ӗҫе кая юлса ҫитсен — пӗр статья калаҫҫӗ, хӗре ыталаса илсен — тепӗр статья асӑнаҫҫӗ. Чӑнах та, статйи нумай ӗнтӗ. Айӑпламалли те, хӑтармалли те…
Галя каллех шӑпланчӗ. Вӑрӑммӑн сывларӗ те, умӗнче ларакан сумкӑна уҫса, хутпа чӗркенӗ темле хытӑ япала туртса кӑларчӗ, пукан ҫине хучӗ.
— Вадима хупакансене чӗркуҫленсе тархасларӑм. «Лартма ан васкӑр-ха, Вадим айӑплӑ мар, ― терӗм. Участок инспекторӗ Кулагин кӑшкӑрса кӑна тӑкрӗ: «Ан сӗпӗлтет пустуй. Ҫын упӑшкипе пурӑнатӑн, намӑссӑр! Вадим айӑпланине ӗнентерекен витӗмлӗ ӗнентерӗсем пур пирӗн. Вӗсене нимпе те, ниепле те сирсе яраймастӑн», ― терӗ. Вӑйлӑраххи яланах ҫӗнтерет, теҫҫӗ. Эсир те эп каланине ӗненес ҫук. Ҫапах тӑнлӑр кӑштах. Шкулта Вадимӑн сумкине тупнӑ. Патронсене хӑех чикнӗ тейӗпӗр. Анчах, шутлӑр-ха, мӗн тума кирлӗ ӑна апат-ҫимӗҫ? Килте ҫитермеҫҫӗ-им ӑна? Нимӗнле вӑрӑ-хурах та ирсӗр ӗҫ тума апат-ҫимӗҫ тултарса каймасть.
Телефон шӑнкӑртатрӗ. Эпӗ вырӑнтан та хускалмарӑм. Галя малалла мӗн каласса кӗтрӗм.
Галя ман ҫинчен куҫ илмест, шӑтарасла пӑхать. Хирӗҫлеменнине, хӑйне тимлӗн тӑнланине туйсан, каллех Вадим ҫинчен сӑмах хускатрӗ:
— Айӑпа йышӑннӑ вӑл. Вожатӑя эп петӗм тенӗ. Ирӗксӗрех ҫапла калама тивнӗ — Кулагин йӑлӑхтарса ҫитернӗ ӑна, сумкине, патронӗсене, пушмак йӗрӗсене кӑларса кӑтартнӑ та… Ӗненӗр, Вадим шкулта пулман ҫав каҫ. Амӑрту вӗҫленсен, тӗрех ман пата пычӗ. Ман патӑмра, мунчара, ҫӗр каҫрӗ. Кун ҫинчен Униҫҫе кинемей те ҫирӗплетме пултарать. Эпир мунчара ларнине Униҫҫе кинемей пырса пӑхрӗ. Тул ҫутӑлсан, Вадим хыпӑнса ӗкрӗ: мунча пӑлтӑрӗнчен патронсем тултарнӑ сумка, пӗчӗк калибрлӑ винтовка тата пушмак ҫухалнӑ. Униҫҫе кинемей ӗҫӗ ӗнтӗ ку терӗ те мана ун патне хӑваларӗ. Кинемей патӗнчен эпӗ пушӑ алӑпа таврӑнтӑм. Вӑйпитти ҫынна урам хушшипе ҫарран утни килӗшмест, унӑн тата трактор паркӗнче тӗрмешмелле. Вадима эпӗ аттен кирза аттине тӑхӑнтартрӑм. Трактор паркӗнче ӑна Кулагин ярса тытнӑ…
Галя пуҫне усрӗ. Питҫӑмарти тӑрӑх куҫҫуль тумламӗсем йӑрлатса анчӗҫ. Йепеннӗ куҫӗсене шӑлса типӗтрӗ те, ют ҫын илтесрен хӑранӑ евӗр, хуллен калаҫрӗ:
— Кулагин патӗнчен таврӑнсан, кӑштах лӑпланас тесе, анкартине тухрӑм, ҫӗрулми кӑпкалатма шут тытрӑм. Сасартӑк касӑсем хушшинче ют йӗр асӑрхарӑм. Ҫав йӗрсем ҫинчен Кулагина пӗлтертӗм те — ӗненмерӗ. «Тата мӗн шухӑшласа кӑларма пултаратӑн?» — терӗ кӑна. Йӑрансем кӑпкалатнӑ чух та ҫав йӗрсене тӗкӗнмерӗм, темле кӗнекере вуланӑ тӑрӑх, ҫав йӗрсене хӑма татӑкӗпе витсе-хупласа лартрӑм. Ҫав кунах хамӑр ҫырмара ҫак пушмака тупрӑм, ― чӗркенӗ хута ҫурса, сӗтел ҫине колони ҫыннисем тӑхӑнса ҫӗрекен мӑшӑр пушмак кӑларса хучӗ Галя, ― Кун ҫинчен ӗнер республика прокурорне каласа патӑм, пушмакӗсене те кӑтартрӑм. Вӑл сирӗнпе курнӑҫма хушрӗ.
Ҫак самантра пӗлӗме совхоз диспетчерӗ кӗрсе тӑчӗ.
— Шӑнкӑравларӑм-шӑнкӑравларӑм — никам та сас памарӗ. Халь ак хам чупса килтӗм. Юрий Ивановнч, сире прокурор чӗнет. Района совхоз директорӗпе пӗрле кайма пултаратӑр. Вӑл сире кантур умӗнче кӗтет.
Допрос протоколӗ ҫине алӑ пустартӑм та Гальӑпа сывпуллашрӑм.
Кантур тӗлӗнче, чӑнах та, ҫӑмӑл машина тӑрать. Ун умӗнче — совхоз директорӗ. Васкать пулмалла вӑл, аллинчи сехечӗ ҫине пӑха-пӑха илет.
Тепӗр минутран эпӗ те машина ҫине вырнаҫса лартӑм.