19

Пӗлӗмре иккӗн лараҫҫӗ: район прокурорӗпе участок инспекторӗ Кулагин. Владимир Владимирович прокурор самай вӗчӗрхеннӗ курӑнать. Сывлӑх сунсан, иккӗшӗ те ман еннелле ҫаврӑнчӗҫ. Прокурора темле хыпар пӗлтернӗ пулмалла Кулагин. Лайӑх мар хыпар. Ҫавӑнпа мана Уйкасранах чӗнсе илнӗ.

— Ну, мӗнле, Юрий Иванович? — сӑмах хушрӗ Владимир Владимирович, аллинчи хута папкӑна хурса. ― Тимлесех тӗпчетпӗр-и?

— Тимлесех вӑл следствие пӑтраштарать, ― персе ячӗ Кулагин.

— Кӑмӑл-туйӑм хыҫҫӑн каймастӑп эпӗ. Кашни кӑтартӑвах шухӑшласа хаклатӑп, Кулагин юлташ, ― терӗм эпӗ.

Кулагин лӑпланмарӗ, ура ҫине тӑрсах хӑлаҫланма пуҫларӗ:

— Кур-ха, епле ҫаптарать вӑл! «Шухӑшласа хаклатӑп…» Пӗр кӑтартӑва та хакламастӑн эсӗ. Следствие ху майлӑ ҫавӑрса ятӑн.

— Чӑнлӑх шыратӑп, ― парӑнмарӑм эпӗ. ― Тӗрӗслӗхшӗн кӗрешетӗп. Саккуна кӑна пӑхӑнатӑп.

— Саккун тет тата. Чӑнлӑх тет. Ирсӗр ӗҫ тӑвакана хӗтӗлетӗн эс, ― тулхӑрчӗ Кулагин.

— Йӑнӑшатӑр, лейтенант юлташ, ― пӗлтӗм эп ӑна. ― Айӑпсӑр пӗр ҫын та суд умне ан тӑтӑр, суд тенкелӗ ҫине ан лартӑр, айӑпли вара нихҫан та чӑнлӑхран ан пӑрӑнтӑр, тивӗҫлӗ явап тыттӑр тесе тӑрӑшатӑп эпӗ.

— Эс епле тӑрӑшнине пӗлетпӗр эпир, ― хирӗҫлерӗ Кулагин. ― Ма килрен киле йӑркканине те тавҫӑратпӑр: Ухватова ҫӑлса хӑварасшӑн эс. Ухватов арӑмӗ, Инна, сан варли пулнӑ. Ҫӗркаҫ та Инна патне кӗтӗн. Хам куртӑм ыттисем те… Алтатти аппана шаплаттаракана та хупса лартмастӑн…

— Халь кайма пултаратӑн, Кулагин юлташ, ― пат татса каларӗ Владимир Владимирович.

Кулагин ман ҫине сиввӗн пӑхрӗ, тӑн-тан пускаласа, пӗлӗмрен тухса утрӗ.

Прокурор патне ҫӑхавпа килнӗ иккен Кулагин. Мана хурланӑ, следстви ӗҫӗнчен хӑтарма ыйтнӑ.

Республика прокурорӗ патӗнчен те хут килнӗ: Галя, Вадим савнийӗ, ӗҫе тӗплӗнрех тишкерме тархаслать.

Эпӗ пухнӑ материалсемпе прокурор тӗплӗн паллашрӗ, шухӑша путрӗ. Унтан, сӗтел хушшинчен тухса, каллӗ-маллӗ уткалама тапратрӗ..

— Йӑнӑшрӑм иккен. Кулагина итлерӗм те Ухватова хупса лартма санкци патӑм, ― ӗкӗнчӗ вӑл. ― Апла Ухватов пушмакне мунчаран вӑрланӑ, Ольӑна та, тен, ҫав путсӗрех суранлатнӑ. Паянах ӑна шырама тытӑнмалла, ял ӗҫченӗсенчен пулӑшу ыйтмалла… Алтатти аппапа ҫыхӑннӑ материалсене ман пата хӑвар. Тепӗр хут пӑхса тухатӑп.

Вадима ирӗке кӑлармалли постановление прокурор пичет пусса ҫирӗплетрӗ. Тепӗр вунӑ минутран ҫав постановление Вадима кӑтартрӑм. Лешӗ ӑна алла та тьггса пӑхмарӗ, вуламарӗ, хыҫлӑ пукан ярса тытрӗ те пӗррех ман еннелле сулса ячӗ. Эпӗ хӗтӗленме ӗлкӗртӗм.

— Мӗн хӑтланатӑн, Вадим? Ма ҫапӑҫатӑн?

— Пурпӗрех хупса лартаҫҫӗ. Хӑлха чикки панӑшӑн та, пӑшалпа алхаснӑшӑн та пӗрех айӑплаҫҫӗ. Пӗрех суд пулать!

— Капла ухмахлансан, паллах, хупса лартаҫҫӗ сана.

— Тӑмсӑй эпӗ. Чӑн-чӑн тӑмана, ― икӗ аллипе пуҫне ҫатӑрласа тытрӗ Вадим. ― Арӑмӑн варлине те тӑрӗках паллаймарӑм, хам ҫинчен йӑлт каласа патӑм. Курнӑ вӗт-ха. Сан сӑнна Инна альбомӗнче курнӑ, виҫӗ хут ҫурса тӑкма тӑнӑ. Виҫӗ хутӗнче те Инна чарчӗ. Вӑл сана халӗ те…

— Йӗркеллӗ калаҫ, Ухватов.

— Эп, мӗн, пуш сӑмах ҫаптаратӑп-и? Нимӗн те чухламастӑп тетӗн-и? Манӑн та сӗмлӗх пур. Тӗшмӗртетӗп: мана нумай ҫуллӑха хуптарса лартасшӑн эсир. Иннӑпа ирӗке юласшӑн. Ырӑ кур, савӑн — кӗвӗҫместӗп. Инна мана кирлӗ мар! — кӑшкӑрашрӗ Ухватов.

— Мӗн эсӗ… Вула ак, ирӗке кӑларатпӑр сана. Постановлени ҫине пӑхмарӗ Ухватов. Вырӑнтан та хускалмарӗ. Ӗненмерӗ.

— Тӑнла, эппин, хам вулатӑп: «…Ольӑна пӑшалпа пенӗ, ӑна вӗлерме шут тытнӑ тесе, Ухватова айӑпланӑ, тытса хупнӑ. Ҫак ӗҫе малалла тӗпченӗ май акӑ мӗн палӑрчӗ: Ольӑна суранлатнӑ каҫ вӑл урӑх ҫӗрте пулнӑ, савнийӗпе ҫӗр каҫнӑ. Ольӑна суранлатнӑ пӗчӗк калибрлӑ винтовкӑна, патронсем чикнӗ сумкӑна тата Ухватов тӑхӑннӑ пушмака мунча умӗнчен ют ҫын илсе тарнӑ…»

— Кам каларӗ? Ӑҫтан пӗлетӗр? — яшт сиксе тӑчӗ ура ҫине Ухватов.

— Пӗлетпӗр. Пӗтӗмпех пӗлетпӗр. Ху кам патӗнче ҫӗр каҫнине малтанах пӗлтермеллеччӗ. Винтовка ҫухалнине те, пушмаксӑр тӑрса юлнине те… Эс, ав, малтанхи допросрах: «Эпӗ айӑплӑ», ― тенӗ. Следователе те, прокурора та.

— Арӑмран хӑпас тесе каларӑм. Хупса лартсан уйрӑлса каять пуль терӗм. Намӑс-ҫке. Шкул ачисенчен, ял ҫыннисенчен намӑс. Вӑл — учительница, эпӗ — преступник.

Ухватов майӗпен тамалчӗ. Прокурор ҫирӗплетнӗ постановление тытрӗ. Пӗрре вуларӗ. Иккӗ… Виҫҫӗ…

— Апла… ирӗке тухатӑп эп, ― пӗчӗк ача пек макӑрса ячӗ вӑл. ― Ҫапах айӑплӑ вӗт-ха эпӗ. Айӑплӑ, ― тӑвӑлса калаҫрӗ кӑштахран. ― Институтра вӗреннӗ чух Иннӑна ирӗксӗрлерӗм. Качча илсен те, ӑна улталаса, Гальӑпа арлӑ-арӑмлӑ пекех пурӑнтӑм, Иннӑна пайтах макӑртрӑм. Сире те, Юрий Иванович, пуканпа ҫапма тӑтӑм… Ӑнлантӑм: йӗрке-тирпее пӑснӑ эпӗ, чыса ҫухатнӑ. Эсир, ав… киле яратӑр мана, хупса лартмастӑр. ӗлӗм апла-капла хӑтланмастӑп, усал-тӗселтен пӑрӑнма, таса чунпа пурӑнма сӑмах паратӑп, сирӗн шанӑҫа тӗрре кӑларатӑп. Сывӑ пулӑр.

Вӑл кайсанах, больницӑна вӗҫтертӗм. Оля сывлӑхӗ кӑшт лайӑхланнӑ. Палатӑна кӗске вӑхӑтлӑха ҫеҫ кӗртрӗҫ. Шел, Оля мана ҫӗннине нимех те калаймарӗ. Хул-пуҫҫине пуля тӑрӑнсан тӗшӗрӗлсе аннӑ та вӑл нимӗн те астумасть…

Милици уйрӑмӗнче мана Хлимуна уголовнӑй розыск ҫыннисем шырама тытӑнни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Операцие Аброськин капитан ертсе пырать имӗш.

Милици уйрӑмӗнче нумай лармарӑм, Ухватова ирӗке кӑларни ҫинчен пӗлтерсе хӑвартӑм та Уйкаса васкарӑм.

Мӑн ҫултан пӑрӑнсан, пирӗн ума Уйкас хӗрӗ, Рита, тухса тӑчӗ. Чӑм тара ӗкнӗ хӑй. Хашкать.

— Мӗн пулчӗ? ― ыйтрӗ шофер, машина алӑкне уҫса. ― Мӗншӗн пӑлханатӑн?

— Пӑрттас хӑртнинче темле ҫын ҫӗрет. Таркӑн пулмалла. Кӑштах канас тесе, юлташпа тунката ҫине кӗрсе лартӑмӑр та — чӑштӑр-чӑштӑр туни илтӗнчӗ. Пӑхрӑмӑр та… ай, ваҫка! — тӗмӗ хушшинче ҫын ларать! Типшӗм питлӗ, сухаллӑ, вӑрӑм ҫӗҫлӗ ҫын! Тепле ҫухӑрса ямарӑм, тусӑм ҫӑвара хупласа лартрӗ. Мана яла чуптарчӗ, ҫынсем илсе килме хушрӗ. Тусӑм унтах ларать, вӑл мӗн хӑтланнине сӑнать. Тем тесен те, ырӑ шухӑшлӑ ҫын мар вӑл. Тӗрӗслемелле ӑна…

— Лар пӗрле. Пӑрттас хӑртни ӑҫтине кӑтарт, ― терӗм те, ларкӑч ҫинче выртакан портфеле илсе, Рита валли вырӑн пушатрӑм.

Эпир вӑрман хӗррине ҫитсен, уялла ҫынсем шавласа тухрӗҫ. Вӗсен хушшинче Вадим та пур. Малта типшӗм питлӗ, вӑрӑм ҫӗҫлӗ ҫын лаплаттарса пырать. Ӑна икӗ енчен пӑчӑртаса тытнӑ. Аллисене каялла ҫыхнӑ.

— Чураш ҫынни вӑл, Хлимун! — терӗ шофер, машинӑна чарса.

— Шӑпах ҫакна куртӑмӑр эпир, ― машина ҫинчен сиксе анчӗ Рита.

Вадим пирӗн пата чупса пычӗ.

— Юрий Иванович, ҫухалнӑ винтовка тупӑнчӗ, ― вуллине кӗскетнӗ пӑшала ҫавӑркаласа кӑтартрӗ Вадим. ― Ҫак путсӗр ҫаклатнӑ ӑна. Ун уринчи пушмаксем те манӑн.

Пирӗнтен малтан Вадима тӗл пулнӑ иккен Рита, ӑна та вӑрманта ют ҫын пуррине пӗлтернӗ. Ыйтса-тӗпчесе тӑман лешӗ — вӑрманалла ыткӑннӑ. Сухаллӑ ҫынна курсан, Вадим ун ҫине ҫӗлевӗҫ пек сиксе ларнӑ, ҫӗре пӗшкӗртсе лартнӑ. Лешӗ Вадима асӑрхама ӗлкӗреймен-мӗн. Пӗшкӗннӗскер, тимлесех юман хӑвӑлне чаваланӑ…

Хлимуна ял Советне илсе ҫитертӗмӗр.

— Ку винтовкӑна эс камран туяннӑ? — ыйтрӑм, унӑн хӗсӗк куҫӗсенчен тинкерсе.

— Астумастӑп.

— Кӗпҫине ма татнӑ?

— Пӗлместӗп.

— Чирлӗ-и эс?

— Эптертен тухман-ха.

— Кам эсӗ?

— Аттепе аннен. Аттене астумастӑп, аннене курман.

Пӗр ыйту ҫине те йӗркеллӗ хурав памарӗ ҫак йӗксӗк.

Загрузка...