Еҫ хыҫҫӑн та хваттере васкамарӑм. Мӗн тумалла-ха ман унта? Ҫемьеллӗ пулсан, татах. Пӗртен-пӗр ӗмӗтӗм ман — вожатӑя суранлатакана тупасси. Вадим-и вӑл е урӑххи, халлӗхе татса калаймастӑп. Тӗпчемелле манӑн, ҫанна тавӑрса тӑрӑшмалла.
Уйкас ҫыннисене, допроса чӗнтерсе, хӗрӗ ӗҫрен уйӑрас килмерӗ. Авӑн уйӑхӗ-ҫке, ӗҫҫи вӑхӑчӗ. Хам та ялта ӗснӗ, чӑрмав мӗнне пӗлетӗп. Тырпул пухса кӗртнӗ чӗх кашни минут хаклӑ, кашни ҫын шутра, кашни ҫын хӑй вырӑнӗнче пулмалла. Ҫавӑнпа та ҫынсемпе, ӗҫ кунӗ вӗҫленсен, Уйкасра тӗл пулса калаҫма шутларӑм. Аброськин та килӗшрӗ манпа.
Хама кирлӗ хутсене портфеле пуҫтарса чикрӗм те ҫула тухрӑм.
Уйкаса эпӗ йӗнейлӗ машинӑпа ҫитрӗм. Ырӑ кӑмӑллӑ та сӑмахлама юратаканскер пулчӗ тата шоферӗ. Шӑпах Уйкас ҫынни. Ҫул тӑршшӗпех ялхуҫалӑхне аталантарасси ҫинчен пуплерӗ, ялтан тухса каякан ҫамрӑксене вӑрҫрӗ. Вадима та пӗлет вӑл. Ырӑпа кӑна асӑнать. Ҫав кун пӑшалтан перессипе пӗрле ӑмӑртнӑ иккен вӗсем. Ӑмӑрту хыҫҫӑн киле те пӗрлех таврӑннӑ, Вадим киле урампа мар, анкарти хыҫӗпе кайнӑ. Вожатӑя кам пенине вӑл татса калаймасть.
Шофер мана совхоз кантурӗ тӗлӗнче антарса хӑварчӗ. Кантурта никам та ҫук. Халӑх йӑлтах клубра иккен, канашлура. Эпӗ те клуба кӗтӗм, хуллен хыҫалти пукан ҫине пырса вырнаҫса лартӑм. Сарлака та тулли сӑн-питлӗ арҫын, хӗрсе кайсах калаҫаканскер, мана асӑрхарӗ.Сӑмахлама чарӑнчӗ те ман еннелле пӑхрӗ.
— Эсир хӑш организацирен? — тесе ыйтрӗ. ― Районтан-и?
«Прокуратура следователӗ» тесе кӑшкӑрас килмерӗ. Ун патне пытӑм та хам ӑҫта ӗҫленине, мӗн ҫӑмӑлпа ҫӗренине пӗлтертӗм. Совхоз директорӗ иккен вӑл. Сахвар ятлӑ механизатора вӑрҫать. Ара, лешӗ Макар мучие вутӑ турттарса килсе паман, ӗҫ ветеранне кӗрентернӗ.
— Макар мучи ӗмӗр тӑршшӗпе утарта ӗҫлерӗ. Мӗн чухлӗ пыл хатӗрлесе пачӗ вӑл пире. Нивушлӗ кирлӗ мар ӗнтӗ вӑл текех совхоза? Тӗлӗнмелле, юлташсем. Питӗ тарӑхмалла, ― терӗ малалла директор, малти ретре ларакан йӗкӗтрен куҫне илмерӗ.
— Мӗн тарӑхмалли пур? Сахвара вӑрмана кайма никам та наряд паман вӗт, ― ҫухӑрса ячӗ ҫинҫе саслӑ хӗрарӑм.
— Эсир хушнине, Лидия Гурьевна, Сахвар яланах пурнӑҫлать, ― терӗ ӑна совхоз директорӗ. ― Ҫӗмӗрлене каймалла-и е Шупашкара — Сахвар никамран та ыйтса тӑмасть, ларать те кӗрлеттерет.
— Хамшӑн мар, ял ҫыннисемшӗн тӑрӑшап. Ун пек чухне ыйтмасӑр кайни те пӑсмӗ. Уйрӑм ҫынсем нушипе ҫӗренӗ чухне вара хуҫӑ хушни кирлӗ. Унсӑрӑн ӗҫлемесӗр тупӑш илме тӑрӑшни пулать, ― парӑнмарӗ Лидия Гурьевна текенни.
— Ӗҫ вӑхӑтӗнчех магазин уҫатӑр эсир. Ӗҫ вӑхӑтенчех сайра тӗл пулакан япаласем сутатӑр. Леш эрнере, ав, канмалли кун та магазин хупӑ тӑчӗ, ― сассине хӑпартрӗ совхоз директорӗ.
— Кӗрӗк арки йӑваласа лармастпӑр эпир. Тавар туянакансене тивӗҫтерес тесе ӑшталанатпӑр. Тавар вӑл анне сарайӗнче выртмасть. Ҫирӗп ҫын аллинче, базӑра. Унтан та йӑпӑр-япӑрах тиеттерсе ямаҫҫӗ — план, разнарядка… Тытӑнатӑн вара… Пӗрин патне пырса пуҫ таятӑн, теприне… Заказ панӑ япаласем тупмасӑр пурпӗр таврӑнман. Капла ак тавар туянакансем те кӑмӑллӑ, план та тулать… Тавар ҫук-тӑк, план та ҫук, ― хӑлха таран хӗремесленсе кӑшкӑрашрӗ Лидия Гурьевна.
Тем хушӑра, сиссе те юлаймарӑм, совхоз директорӗ ман еннелле ҫаврӑнчӗ те:
— Халӗ, юлташсем, прокуратура следователӗ сӑмах илет, ― терӗ. ― Тархасшӑн, Юрий Иванович.
Ку маншӑн пач кӗтмен ҫӗртен пулчӗ, ҫапах аптраса ӗкмерӗм. Ыйтаҫҫӗ пулсан — калаҫмалла терӗм те ура ҫине тӑтӑм. Сӑмаха ӗҫлемесӗр илнӗ тупӑш ҫинчен пуҫларӑм. Мӗншӗн тесен Уйкасра ҫак саккуна ӑнлансах ҫитеймеҫҫӗ. Леш эрнере, ав, Уйкас шоферӗ пасара пахчаҫимӗҫ леҫсе панӑ та штрафа ҫакланнӑ. Ку яла автобуссем ҫӗремеҫҫӗ. Такси таврашӗ те хутран-ситрен кӑна курӑнкалать. Штраф тӗленӗ хыҫҫӑн шоферсем пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ та, кабинӑра пӗччен пулсан та, никама та лартмаҫҫӗ, штраф хурасран хӑраҫҫӗ. Автобус ҫук тесе, Уйкас ҫыннисен ҫуран тӑнккамалла-и-ха? Кузов ҫине саксем лартса-майласа, ҫынсене турттармалла мар-и? Шоферсен, паллах, талон пулмалла. Кама миҫе талон панӑ, вӗсемпе еплерех усӑ курнӑ — уйӑх вӗҫӗнче тӗрӗслӗмелле.
Ытти пӑтӑрмахсем ҫинчен те чарӑнса тӑтӑм. Ҫав шуйланусенчен хӑтӑлас тесен, Уйкасра мӗн-мӗн тумаллине йӑлт ӑнлантарса патӑм, Хӑлха тӑратсах итлерӗҫ ял ҫыннисем.
— Ыйтусем пур-и? — терӗ совхоз директорӗ, эпӗ сӑмаха вӗҫленине кура.
— Пур! — яшт сиксе тӑчӗ пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм. ― Калӑр-ха, мӗншӗн ним айӑпсӑр ҫынна хупса лартаҫҫӗ?
— Айӑп ҫук пулсан хупмаҫҫӗ, ― хуравларӑм эпӗ. ― Вӑхӑтлӑха тытса чарсан та — тӗпчесе пӗлеҫҫӗ те виҫӗ талӑкран кӑларса яраҫҫӗ.
— Виҫ талӑкран?.. — тӗлӗнчӗ хайхи хӗрарӑм. ― Ухватова, ав, кайса хупрӗҫ те иккӗмӗш уйӑх читлӗхре усраҫҫӗ. Айӑплӑ мар вӑл!
— Ухватов пирки халлӗхе нимӗн те калаймастӑп. Следстви пырать, Айӑплӑ мар-тӑк, ӑна та кӑларса ярӗҫ, ― терӗм хӗрарӑма куҫран тинкерсе.
Вӑл пурпӗрех ура ҫине сиксе тӑчӗ:
— Ҫаратакансене тӗкӗнместӗр ав. Хӑратса-алхасса ҫӗрекенсене те пуҫран шӑлатӑр кӑна…
— Галя тӗрӗс калать! — хутшӑнчӗ хӗрлӗ кофтӑллӑ хӗрарӑм. ― Куҫкӗрет мӑшкӑллама пуҫларӗҫ. Куҫкӗрет иртӗхеҫҫӗ. Виҫӗмкун ҫӑкӑр пӗҫерсе кӑлартӑм. Пӗрт вӗриленсе кайрӗ, ҫывӑрма пӑчӑ. Мунчана кайса выртрӑм. Сахал ҫывӑрнӑ-и, нумай-и — вӑранса кайрӑм та — ак тамаша! — юнашар арҫын выртать. Самай хӗрӗнкӗ хӑй. Пӗр сӑмах та чӗнмест. Мӗшлетет кӑна. Пилӗкрен пӑчӑртӑть, кӑкӑртан ачашлать… Ирсӗрӗн ытамӗнчен вӗҫерӗнтӗм те алла пуртӑ ярса тытрӑм, Вӑшт! тухса сирпӗнчӗ мунчаран. Ҫакӑн ҫинчен милици ҫыннине, Кулагин милиционера, каласа патӑм та, лешӗ ҫапла каларӗ: «Маруҫ аппаҫӑм, эс упӑшкасӑррине пурте пӗлеҫҫӗ. Каччӑ сана савасшӑн — эсӗ ҫавна та туймастӑн». Эп каланине хӑлхана та чикмерӗ.
— Ывӑлӑма кӑҫал велосипед илҫе патӑм, ― ура ҫине тӑчӗ шакла пуҫлӑ арҫын. ― Виҫӗ кун ярӑнаймарӗ — йӑкӑртрӗҫ. Кил хушшинченех вӑрларӗҫ. Кун ҫинчен эп Кулагина евитлерӗм. «Велосипед — машина мар. Ҫынна кирлӗ япала мар. Ывӑлу хӑех пӗр-пӗр ҫырмана пӑрахса хӑварнӑ пуль», ― терӗ мана та Кулагин.
Ку ыйтусене хуравлама ӗлкӗреймерӗм — тата тепри сиксе тӑчӗ, ӗпкелешме тытӑнчӗ.
— Кӑҫал хӑяр ӑнса пулчӗ. Ҫавна та ҫаратаҫҫӗ вӗт путсӗрсем. Хӑяр вӑрлама кӗрсен, анчӑка персе велерчӗҫ… Кулагин мӗн вӑл… хӑнк та тумарӗ… «Ан кулян, Яхван пичче, тымарри юлнӑ, хӑярӗ татах ҫитӗнет. Анчӑк та ӗне мар, татах тупса параҫҫӗ», ― терӗ Кулагин хихиклетсе.
— Магазина та ҫаратрӗҫ: пӗр ещӗк пӗремӗк вӑшкӑртрӗҫ. Айӑплине паян кун та тупаймаҫҫӗ. Тавар хакне мана тӗлеттерчӗҫ, ― арҫынна пӗлсех тулашрӗ шурӑ халат тӑхӑннӑ хӗрарӑм.
— Ытла тӗлӗнмелле: совхоз столовӑйӗнчен те апат-ҫимӗҫ вӑрларӗҫ. Кулагана чӗнсе пытӑмӑр та, вӑл пире кӑшкӑрса кӑна тӑкрӗ: «Хӑвӑр киле йӑтатӑр та… чӑкӑтне те, консервине те, кӑлпассине те… Укҫасӑр тӑранса пурӑнма хӑнӑхнӑ та… вӑрларӗҫ тесе янӑрашатӑр. Йӑлтах хӑвӑр тӗлетӗр! Тӗлеместӗр ― уголовнӑй ӗҫ пуҫаратпӑр», ― тесе хӑратрӗ те, шарламарӑмӑр вара. Йӑлтах хамӑр тӗлерӗмӗр, сапларӑмӑр, ― пит кӑмӑлсӑрланса калаҫрӗ шурӑ тутӑрлӑ хӗрарӑм.
— Каласан та ӗненес ҫук — библиотекӑран та кӗнекесем йӑтса каяҫҫӗ. Тӑтӑшах хаҫат-журналсем ҫухалаҫҫӗ. Кулагин юлташ библиотекӑна пырса та пӑхмарӗ. «Библиотекарь-и эс? Ҫавна та чухламастӑн: ҫынсем кӗнеке вуласшӑн ӑшталанаҫҫӗ, эсӗ, ав, шкафа ҫӑрапа питӗрсе лартатӑн. Ан хӑра, вуласа тухаҫҫӗ те пырса пӑраҫҫӗ», ― терӗ.
Библиотекарьпе юнашар ларакаи хӗрарӑм та сиксе тӑчӗ, вӑл та Кулагина вӑрҫрӗ:
— Эрне каялла куртка ҫуса ҫакрӑм. Ӑна та илсе тарчӗҫ вӗт. Кулагина пӗлтертӗм те, хӑлхана та чикмерӗ. «Э-э, куртка вӑл тӑлӑп мар. Ҫил вӗҫтерсе кайнӑ ӑна. Ҫунӑ япалана кантра ҫине еплерех ҫакма та манӑн вӗрентмелле-и?» — терӗ те вӑшт пӑрӑнса утрӗ.
Калаҫакансем татах йышланчӗҫ. Пӗр харӑс пиллӗкӗн-улттӑн пуплеҫҫӗ, пыл хурчӗсем пекех сӗрлеҫҫӗ — ӑнланма ҫук.
— Юлташсем, ― халӑха шӑпланма хушрӗ совхоз директорӗ. ― Юрий Иванович пирӗн пата нумайлӑха килнӗ. Эсир пӗлтернӗ хыпарсене йӑлтах ҫырса илчӗ. Тӗрӗслесе пӗлӗ.
Эпӗ, директор сӑмахне ҫиреплетсе, пуҫа сӗлтрӗм.
— Пӗлтермелли пулсан, ыран кйлӗр. Ман пӗлӗмре пулать вӑл. Халӗ концерт пӑхатпӑр, ― терӗ те директор, сӗтел хушшинчен тухса, ман пата пычӗ. ― Тавтапуҫ. Меллӗ калаҫу пулчӗ, вырӑнлӑ калаҫу. Вӑхӑт хӗсӗкрех пулсан та, татах тӗл пулӑпӑр. Леш эрнере. Юрать-и?
Эпӗ килӗшрӗм, алӑ парса сывпуллашрӑмӑр.
— Тӑхта-ха, ― терӗ совхоз директорӗ, ― хӑна ҫуртне каймастӑр пулӗ те?
— Унта вырнаҫасшӑн.
— Хӑна ҫуртӗнче ялхуҫалӑх студенчӗсем пӗрӑнаҫҫӗ. Канма памӗҫ вӗсем, чӑрмантарӗҫ. Лисук кинемей патне кай. Пӗччен пурӑнать вӑл. Ӗне те пур. Хӑнасене хавас вӑл, ― канаш пачӗ директор.
Майӗпен чаршав уҫӑлчӗ — куракансем умне шурӑ тумлӑ хӗрсем тухса тӑчӗҫ. Юрӑ янӑраса кайрӗ:
Ҫурхи тӗнче вӑраннӑ чух,
Хаваслӑ кун шӑраннӑ чух
Чун савӑнать, чӗре сикет,
Ҫӗршыв ҫинчен юрлас килет.
Хаваслӑ юрӑ ман чуна та пырса тиврӗ, ҫапах клубра пӑчӑхса ларас килмерӗ, урама тухрӑм.
Тӗттӗмленнӗ ӗнтӗ. Сывлӑш уҫӑ, таса. Вӑштӑр-вӑштӑр ҫил вӗрет. Ҫур ункӑ уйӑх ҫутатать. Тӗпере ҫӑлтӑрсем выляҫҫӗ. Ял варринче парк пур иккен. Ҫавӑнта пырса кӗтӗм. Сисмерӗм те — умри акацин пӗр туратне хуҫса илтӗм.
— Ма йывӑҫа суранлатӑр? — илтӗнчӗ сасӑ.
Ҫӗр тӗпне анса кай — тӗмӗ леш енче хӗр ларать. Хирӗҫ калама пӗр вырӑнлӑ сӑмах тупаймарӑм: аптраса тӑтӑм.
— ӗте шӑйӑрттарсанах, ыратнине туятпӑр эпир, эмел сӗретпӗр. Йывӑҫ та чӗрӗ ӗсентаран. Тураттине хуҫсан, вӑл та асапланать, ― тӑн кӗртме тытӑнчӗ хӗр.
— Каҫӗ тӗлек, савӑк. Эсир, ав, пӗр-пӗччен, ― калаҫу пуҫларӑм эп.
— Качча кӗтетӗп.
— Кӗтетӗр пулӗ те… — хӗр умне пырса тӑтӑм эпӗ.— Тек таврӑнмасть вӑл. Тарӑхса-вӗчӗрхенсе уйрӑлнӑ вӑл. Ҫапла-и?
— Эсир, мӗн… юмӑҫ мар пулӗ те?
— Ҫук, юмӑҫ мар, сӑнанипе калатӑп. Ак пирус тӗпӗ, ― пирус тӗпӗ илтӗм эпӗ. ― Кӗлленме те ӗлкӗреймен. Шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, алӑ парса уйрӑлнӑ пулсан, пирус тӗпне пусса сӗнтермеллеччӗ. Вӑл ӑна аяккалла вӑркӑнтарнӑ. Кӑмӑлсӑрланса, ҫилленсе уйрӑлнине пӗлтерет ку.
— Тӗп-тӗрӗс, ― килӗшрӗ хӗр, унтан ҫапла каларӗ: — Мана ак мӗн тӗлӗнтерет. Улма-ҫырла ӗстеретпӗр. Йывӑҫа хӑҫан лартнине те, хӑҫан тата мӗнле апатлантарнине те — пӗтӗмпех пӗлетпӗр. Миҫе тонна ҫимӗҫ пуҫтарса кӗртессине те палӑртатпӑр, ҫапах ун тухӑҫӗ пӗрешкел пулмасть. Пӗр ҫулӗнче ытларах туса илетпӗр, тепӗр ҫулӗнче — сахалтарах. Эсир ак, юристсем, хваттер е магазин ҫаратнӑ ҫӗре пыратӑр. Кам ҫаратнине никам та курман, никам та пӗлмест — пурпӗрех вӑрра шыраса тупатӑр. Сирӗн ӗҫ питӗ кӑткӑс, ҫав тери кӑсӑк.
— Атя паллашатпӑр: Юра тесе чӗнеҫҫӗ мана.
— Пӗлетӗп, Юрий Иванович. Халь кӑна клубра калаҫрӑр. Пурне те килӗшрӗ. Рита ятлӑ эпӗ.
— Пур ӗҫ те интереслӗ Рита. ӗркенмелле мар кӑна. Тимлесе, вӑй хурса тӑрӑшмалла. Усӗмӗ пулать вара.
— Эп ҫапла шутлатӑп: ӗҫ кал-кал пытӑр тесен, туслӑх кирлӗ. Пӗр-пӗрне ӑнланни кирлӗ. Кӑмӑл хуҫӑлсан, ал-ура ҫыхланать, вӑй чакать. Кӑмӑл пӑсӑлчӗ ман кӗҫӗр. Тусӑм та… Ах, епле тӑрӗ-ши ыран? Ҫичӗ сехетпех ӗҫе ҫитмелле унӑн.
— Усӗрччӗ-им?
— Ҫук, ӗҫмест вӑл. Спортсмен. Хулана чӗнӗт вӑл мана. Эп ӑна хура тӑпраран уйӑрасшӑн мар. Ҫавӑнпа хирӗҫетпӗр эпир. Иксӗмӗр те Уйкасра ӗсрӗмӗр, пӗрле вӗрентӗмӗр. Вӑтам шкул хыҫҫӑн вӑл завода вырнаҫрӗ, слесаре вӗренсе тухрӗ. Иксӗмӗр те ялхуҫалӑх институтӗнче заочно вӗренетпӗр. Вӑл инженер-механик пулма хатӗрленет, эпӗ — агроном. Тӑван уй-хире калама ҫук юрататӑп. Улӑх-ҫарана та, вӑрмана та… Ҫӗр-аннерен нихҫан та уйрӑлмастӑп. Мӗн пӗчӗкренех уҫӑ сывлӑшра ҫӗреме-ӗҫлеме хӑнӑхнӑ. Ҫавӑнпа пӗр кун та завод таврашӗнче чӑтса тӑраймастӑп. Тусӑм ӑнланмасть мана. Хулана астарать. Общежити те параҫҫӗ тет. Заводӑн халь хушма хуҫалӑх пур имӗш. Унта агроном кирлӗ тет. Завод директорӗпе те калаҫса татӑлнӑ тусӑм. Эпӗ яхӑнне те ямарӑм. Хирӗҫсе кайрӑмӑр. Укӗтлерӗ-ӗкӗтлерӗ — пурпӗрех пӗр чӗлхе тупаймарӑмӑр. Тарӑхрӗ те аллине лӑст сулчӗ, хуланалла вӗҫтерчӗ.
— Ан пӑшӑрхан, ыран мирлешетӗр.
— Пӗртте иккӗленместӗп: ыранах вӗҫтерсе килет вӑл. Ыран каллех ӗкӗтлеме тытӑнать. Пурте хулана куҫса кайсан, уй-хирте кам ӗҫлет? Тата ялта та халь пурнӑҫ япӑх мар. Ача сачӗ пур. Культура керменӑ, йӑла ҫурчӗ, больница… Часах суту-илӗ ҫурчӗ хута каймалла. Пурӑнмалли ҫуртсем мӗн чухлӗ ҫӗкленчӗҫ ав! Совхоза ӗҫлеме юлнӑ ҫемьене тӗрех хваттер параҫҫӗ…
Хӗр калаҫма чарӑнчӗ те ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса илчӗ, кайма хатӗрленчӗ.
— Енчен хулара пӗр-пӗр пикепе паллашрӗ-тӗк, ― калаҫӑва тӑсасшӑн пултӑм эпӗ. ― Рита манӑҫа тухать вӗт.
— Никампа та паллашмасть вӑл, ― терӗ Рита. ― Мана кӑна юратать. Пӗррехинче хам та хула пикипе паллашма сӗнтӗм. Ма тӑтӑшах яла чупатӑн, вӑхӑта пустуй ирттеретӗн терӗм. Тусӑм тарӑхса кайрӗ: «Мана та, Ухватов пек авлантарса, ӗмӗр асаплантарасшӑн-и?» ― тесе хучӗ.
— Ухватовсем асапланаҫҫӗ-и вара? — пӗлмӗше петӗм эпӗ.
— Ох, еплерех те! Хӑй те, арӑмӗ те, савнийӗ те. Уйкасра Вадимӑн савнийӗ пур, Галя ятлӑскер. Ҫав тери правур хӗр. Шывра та путмасть, вутра та ҫунмасть. Канашлура пулчӗ паян. Сире чи малтан ыйту пачӗ. Вадима вара чунтан юратать. Ох, еплерех юратать. Ольӑна суранлатнӑ каҫ вӗсем пӗрле пулнӑ теҫҫӗ.
«Пӗрле пулнӑ… Мӗншӗн-ха Гальӑна пӗрре те допроса чӗнтермен?»
— Вадима тытса кайсан, епле ӗлерӗ Галя. Кулагина йӗре-йӗре тархасларӗ. «Вадим пӗр чӗптӗм те айӑплӑ мар», ― терӗ. Лешӗ кӑшкӑрса ҫеҫ тӑкрӗ: «Намӑса ҫухатнӑскер! Ҫын упӑшкине туртса илесшӗн-и?!.» Тата тем-тепӗр каласа намӑслантарчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Галя Кулагина курайми пулчӗ. Туртса-ҫӗрса тӑкма хатӗр вӑл халь ӑна. Паян пирӗн пата чупса пычӗ те Кулагин магазин заведующийӗ патӗнче ларать терӗ. Атьӑр кайса акт ҫыратпӑр та милици начальиикӗ патне ҫитерсе паратпӑр терӗ. Атте ал кӑна сулчӗ. Ан аппалан, Кулагина пурпӗрех ҫӗнтерейместӗн терӗ.
— Кулагин ялта-им? — хыпӑнсах ыйтрӑм эпӗ.
— Кӑнтӑрла иртсен ҫитрӗ. Лидия Гурьевна патӗнче хӑналанать. Кирлӗ-им вӑл сире?
— Калаҫса пӑхмалли пурччӗ.
— Апла-тӑк, кайрӑмӑр.
Паркран тухрӑмӑр. Ҫуртсем умӗпе, йӑмрасем айӗпе утрӑмӑр. Рита текех Вадима асӑнмарӗ. Галя пирки те шарламарӗ. Уйкас таврашенче тӗрлӗ тӑпра иккен. Пӗр уйӗнче — хура тӑпра, тепӗр уйӗнче — хӑйӑрлӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — тӑмлӑ. Шурлӑхлӑ вырӑнсем те пур. Ӑҫта тата мӗн акмалли ҫинчен шухӑшлать Рита, хӑш уйӗнчен миҫе центнер тӗштырӑ пуҫтарса кӗртессе уйлать.
Шурӑ кирпӗч ҫурт тӗлне ҫитсен, Рита тӑп чарӑнчӗ.
— Лидия Гурьевна ҫак ҫуртра пурӑнать, ― терӗ те сывлӑх сунса пӑрӑнса утрӗ. ― Тепре тӗл пуличчен.
Вӗр-ҫӗнӗ ҫуртӑн чӗнтӗрлӗ хапхи еннелле утрӑм. Калинккене тӗртсе пӑхасшӑнччӗ — картишӗнче такамсем калаҫни чарса тӑратрӗ.
— Уҫ-ха, Лидия Гурьевна!
— Ҫӗрле те канаҫ памастӑр, эсрелсем!
— Ан вӑрҫ ӗнтӗ, сӑмах пур. Хӗрарӑм атти кирлӗ. Ютран кӗнӗ атӑ.
— Магазин мар кунта! Ӗҫ кунӗ тахҫанах вӗҫленнӗ. Килте тавар тытмастӑп. Тасал.
— Ӑна-кӑна чухлатпӑр. Пӗрремӗш хут мар. Яланхи пекех «чейлӗх» те пулӗ. Пӗр мӑшӑр илсе тух. Ме…
— Мӗн кӑшкӑратӑн? Вӑрманта мар вӗт. Вӑрттӑн тӑвасшӑн ху — вӑрттӑн калаҫма та пӗлместӗн. Пасарти пек сӗрлетӗн. Ман патра милици ҫынни ларать. Кулагин.
— Пӗлетпӗр, магазина пӗр-пӗр хӗхӗм тавар килсен, вӑл та вӗҫтерсе ҫитет. Вӑл та паян арӑмӗ валли вӗр-ҫӗнӗ кӗрӗк ҫаклатрӗ.
— Мӗн панккаса тӑран? Тасал тенӗ сана.
— Атӑ… пӗр мӑшӑр атӑ…
— Ме, тыт, чӗмере. Анчах асӑрхануллӑ пул. Ҫын умӗнче ан лӑпӑртат.
Шалт хупӑнчӗ алӑк. Пусма картлашкисемпе лутака та тӗреклӗ арҫын сиккелесе анчӗ. Энӗ йӑмра хыҫне пытанса тӑтӑм. Ҫакскер калинккерен тухрӗ те, тӑп-тап пускаласа, шӑхӑркаласа, анаталла вӑшкӑртрӗ.
Кулагинпа курнӑҫас темерӗм вара. Ҫаврӑнтӑм та каялла утрӑм.
Следователь ытларах пӗлӗмре ларать. Тӑтӑшах унӑн допрос тумалла, постановлени ҫырмалла… Ҫынсем хушшинче пулма, вӗсемпе тӗл пулса калаҫма вӑхӑт та сахалрах унӑн. Тухкаласа ҫӗресен, следствие кирлӗ хыпар та тупатӑн ав. Канашлура пултӑм та акӑ — мӗн кӑна илтмерӗм, Ритӑпа калаҫрӑм та — мӗн кӑна пӗлмерӗм! Вӑхӑт хӗсӗкрех пулсан та, тухса ҫӗреме, халӑх хушшинче пулма тӑрӑшмалла.
Канашлу вӗҫленнӗренпе чылай вӑхӑт иртрӗ пулин те, совхоз директорӗн пӗлӗмӗнче ҫутӑ пур-ха. Эпӗ кантура кӗтӗм.
— Лисук кинемей килте ҫук-им? — аптӑраса ӗкрӗ директор.
Эп ӑна магазин заведующийӗн картишӗнче мӗн пулса иртни ҫинчен каласа кӑтартрӑм.
— Пытармастӑп, унашкалли пулкалать Лидия Гурьевнӑн, ― тӗлӗнмерӗ те совхоз директорӗ. ― Хӗхӗм пальто килет-и унта е костюм — нихҫан та сентре ҫине кӑлармасть. Хак хӑпартса сутать теҫҫӗ тата. Леш эрнере магазина ют ҫӗршыв аттисем илсе килчӗҫ. Пӗрне те кӑтартмарӗ, йӑлтах хыҫалти алӑкпа валеҫрӗ. Ӗҫрен кӑлармалла та — райпо председателӗ хӗтӗлет. Кулагин та ӑна майлӑ. Ял Совет сессийӗнче Кулагин ак епле ҫатлаттарса хучӗ: «Суту-илӗ йӗркине пӑснӑ фактсем ҫук. Айӑплама пултараймастпӑр. Тытман вӑрӑ — вӑрӑ мар». Халӑх контроль членӗсене тӗрӗслеттересшӗн-ха тепре. Кулагинпа ӗҫ тухмасть… Ну, юрӗ. Ыран калаҫӑпӑр. Канма та вӑхӑт.
Кантуртан пӗрле тухрӑмӑр. Директор мана Лисук кинемей патне ӑсатса ячӗ.
Инҫетре мар, совхоз кантурӗпе тӗлме-тӗлех, пурӑнать Лисук кинемей. Ура сассине илтрӗ-тӗр — пӗртре ҫутӑ ҫутӑлчӗ. Кил хуҫи те ҫенӗке кӑштӑртатса тухрӗ.
— Халӗ те ҫывӑрмастӑр-и, Лисук кинемей? — ыйтрӗ совхоз директорӗ, пӗлӗме кӗрсен.
— Хӑна килет терӗҫ те… кӗтсе ларатӑп.
— Вӑл ҫитрӗ ак, ― ман еннелле пуҫне сӗлтрӗ директор. ― Юрий Иванович, прокуратура следователӗ. Самаях пурӑнасшӑн кунта. Хирӗҫлеместӗн-и?
— Пӗрт аслӑ. Такам валли те вырӑн пур, ― иксӗмӗре те иртме чӗнчӗ кинемей. ― Иван Иванович, комбикорм пӗтрӗ. Складра ҫук-ши?
— Комбикорм ҫук. Ыранах ырашпа сӗлӗ килсе паратпӑр.
— Вӑл та юрать. Юман йӗкелӗ пур-ха. Ырашпа пӗҫерсе-хутӑштарса паратӑп та… Вӗлтрен, кӑшкарути пуҫтаратӑп… Унашкал апата юратаҫҫӗ сыснасем. Ним хӑварми ҫисе яраҫҫӗ.
Калаҫуран акӑ мӗн пӗлтӗм: ҫулленех Лисук кинемей совхоза икӗ сысна самӑртса парать. Ӗҫшӗн тӗленӗ укҫана мир фондне хывать.
Совхоз директорӗ кайсан, кил хуҫи ман валли вырӑн хатӗрлерӗ те хыҫалти пӗлӗме тухрӗ. Эпӗ ҫывӑрма выртрӑм.