5

Ыйту хыҫҫӑн ыйту. Ҫапла, Ухватов айӑпа йышӑннӑ. Анчах та ҫакӑ пӑшалпа перекенӗ шӑлах вӑл пулнӑ тесе калама ҫителӗклӗ-и-ха? Пачах та ҫителӗклӗ мар. Ухватов айӑплине ытти материалсемпе ҫирӗплетсе памалла. Вӑл тӑхӑннӑ пушмака, вӑл пенӗ пӑшала тупмалла.

Урамра сасартӑк юрӑ янӑраса кайрӗ:

Юрламасӑр халь ман

Мӗнле чӑттӑр чун…

Ӗмӗтленнӗ ӗмӗт

Ҫитсе пынӑ чух!..

Вартах каялла ҫаврӑнса пӑхрӑм: тусан мӑкӑрлантарса, ялалла машина ӗрӗхтерет. Хирте ӗҫлекенсем кӑнтӑрлахи апата таврӑнаҫҫӗ.

Машина хапхаран кӗчӗ те ман ума ҫитсе чарӑнчӗ. Ун ҫинче ларакансем ахӑлтатса кулаҫҫӗ, шӗтлеҫҫӗ, ҫӗре сике-сике анаҫҫӗ.

Ҫырӑ ҫӗҫлӗ хӗрарӑм, кӗрен тутӑр ҫыхнӑскер, машина ҫинчен анчӗ те тӗрех ман пата пычӗ. Хаваслӑ хӑй. Чакӑр куҫӗ ҫӑлтӑр евӗр йӑлтӑрать.

— Сывӑ-и, следователь юлташ?

Клубра ыйту паракансенчен пӗри — Маруҫ иккен.

— Вӑхӑт та кӑрт пуль, ытти ӗҫсем те нумай пуль, ҫапах чӑрмантаратӑп сана, следователь юлташ. Пулӑшу ыйтатӑп, ― терӗ вӑл, сассине ҫемҫетсе. ― Мунчана пырса хӑратнӑ ҫынна шыратӑп эпӗ. Тупсан, арӑмӗ умӗнче хӑтесе хӑтӑратӑп, каччӑ пулсан, хӗрсем умӗнче намӑслантаратӑп, Ман патра ҫав йӑптӑхӑн хӑшпӗр япалисем пур. Пырса пӑхмӑр-ши?

Укӗтлеттермерӗм, Маруҫпа пӗрле ун килнелле утрӑм.

Инҫетрех мар ларакан шурӑ кирпӗч ҫуртра пурӑнать-мӗн Маруҫ. Мана вӑл тӗрех анкартине илсе тухрӗ. Сарай хыҫӗнче улмуҫҫисем ӗсеҫҫӗ. Вӗҫем хушшинче — вӗлле хурчӗсем.

Карта кӗтессинче шурӑ мунча ларать. Тӑпӑл-тӑпӑл вӑл, умӗ те типтерлӗ, икӗ енӗпе — тенкелсем. Шӑпах ҫакӑнта, сарлака тенкел ҫинче, тӗлӗрсе выртнӑ Маруҫ. Ыйхӑран такам пилӗкрен пӑчӑртанине сиссе вӑраннӑ. Пуҫтаха ҫӗҫрен ярса тытнӑ та пур вӑйран тӑпӑлтарнӑ. Пуҫ тӗпинчен пӗр ывӑҫ ҫӗҫ кӑкланса тухмасӑр та алӑран вӗҫертмен. Ҫав ҫӗҫ лӑскине ывӑтман Маруҫ, кӗленче савӑтрах упрать.

Ыйхи вӗҫнӗ Маруҫ шуҫӑм киличченех вӗчӗрхенсе выртнӑ. Ара, кам тӑрлавсӑрӗ-ши ку? Хӑй ӑссӗн килнӗ-ши е Маруҫ упӑшки хӗтӗртнипе пуҫтахланнӑ?

Хутран-ситрен Маруҫ мунчара ҫывӑрнине упӑшки кӑна пӗлнӗ. Анчах упӑшки ялта мар, уйрӑлнӑранпах Ҫӗпӗрте пурӑнать.

Ирхине Маруҫ тенкел хыҫӗнчен кӑшӑлсӑр карттус туртса кӑларнӑ, ҫӗрулми кассисем хушшинче ура йӗрӗсем асӑрханӑ. Кӑшӑлсӑр карттуса, хаҫатпа чӗркесе, пӑтавккана пытарнӑ. Ура йӗрӗсене те упрать Маруҫ — йӗрӗн икӗ енӗпе кирпӗч хунӑ та хӑма татӑкӗпе витнӗ, йӑмра тураттисем купаланӑ.

Карттусӗ пӗтӗмпех лӗчӗркенсе пӗтнӗ, вараланчӑк. Хӗррисем хуралса-хытса ларнӑ, ― хӗвел ҫутинче тин ҫеҫ кремпа тасатнӑ хром атӑ евӗр йӑлтӑртатаҫҫӗ. Унтан тар шӑрши перет тата. Тракторист пулсан, карттусӗ бензинпа е автол-мазутпа вараланмалла пек. Кун апла-капла йӗр ҫук. Хуралҫӑ пек те туйӑнмасть хуҫи. Хуралҫӑ васкамасть, карттусӗ тарпа шӗвес ҫук.

— Ферма таврашӗнче ӗҫлекен мар-ши тесе, фермӑсене те ҫитсе пӑхрӑм. Кӑлӑхах. Уйкасра та, кӗршӗ фермӑсенче те карттус тӑхӑнса ҫӗрекен ҫук. Утӑ-ӗлӑм турттаракансем те аллӑран иртне ҫынсем, ҫемьӗллӗскерсем. Вӗсем тӑлӑх арӑмсем патне хурахла ҫӗрес ҫук, ― терӗ Маруҫ, карттуса хаҫатпа чӗркесе.

Мана касӑ хушшинчи пушмак йӗрӗсем кӑсӑклантарчӗҫ. Хӗрӗх иккӗмӗш виҫе. Карчӗсем те палӑраҫҫӗ. Шкулта ӗкернӗ йӗрсемпе танлаштарса пӑхрӑм та — ай туру! ― иккӗшӗ те пӗрешкел. Пушмак тӗпӗсем те, кӗллисем те. Тӗлӗнмелли тата акӑ мӗн: шкулти йӗр уйӑх каялла юлнӑскер, касӑ хушшинчи — икӗ эрне каялла.

Пушмак хуҫи паллӑ — Ухватов. Шкулта вӑл пулнӑ тейӗпӗр. Анчах мӗнле майпа вӑл хальтерех Маруҫ мунчине ҫакланнӑ? Хӑйне уйӑх каяллах хупса лартнӑ-иҫ?

Тен, шкултан тухсан, Ухватов пушмакӗсене хывса пӑрахнӑ, кирза атӑ тӑхӑннӑ. Тен, Ухватова, хӑтарас, следствие пӑтраштарас тесе, такамсем ҫапла хӑтланаҫҫӗ.

— Нумай пулмасть Яхван пичче пахчинче те такам алхаснӑ, ― терӗ Маруҫ, эпӗ шухӑша кайнине сиссе. ― Тен, унӑн та ҫакнашкал йӗрсем пур?

Яхван пичче ӑҫта пурӑннине те кӑтартрӗ Маруҫ. Телее, вӑл килтех. Кӑнтӑрлахи апата таврӑннӑ та пахчара аппаланать. Мана курсан, вараланнӑ аллине татӑкпа шӑлса тасатрӗ.

— Туятӑп, ӗнер каланӑ хыпар пирки ҫӗретӗр, ― кӗлет умӗнчи сак ҫине ларма сӗнчӗ мана Яхван пичче. ― Чӑтаймарӑм, ара. Ыттисем те евитлеҫҫӗ те, эпӗ те калаҫас терӗм. Тарӑхрӑм-ҫке-ха. Ытла алхасма тытӑнчеҫ — йытта вӗлерсе хӑварчӗҫ. Ывӑлӑм тӑрӑшса ӗстерчӗ, пограничниксене пама хатӗрленетчӗ. Канма лагере кайрӗ те, йытта ав…

Яхван пичче пахча алӑкне хупрӗ, пуш витрисене кӗлет кӗтессине лартрӗ, унтан калаҫӑва малалла тӑсрӗ:

— Ыйхӑран йытӑ вӗрнипе вӑрантӑм. Нумай та вӑхӑт иртмерӗ — пӑшал сасси илтӗнчӗ. Унтан татах кӗреслетрӗ. Эпӗ анкартине чупса тухрӑм. Йытӑ тапкаланать кӑна, нӑйкӑшать… Кам алхаснӑ — пӗлеймерӗм.

Этем кайӑк мар, ҫӗр ҫинче утса ҫӗрет, хай хыҫҫӑн йӗр хӑварать. Ҫак путсӗрӗн те пахчара йӗрӗ юлнах ӗнтӗ.

— Яхван пичче, тепӗр кунне, пахчана тухсан, пахча ҫывӑхӗнче ют йӗр пуррине асӑрхамарӑр-и? — ыйтрӑм эпӗ, кил хуҫине куҫран тинкерсе.

— Ах, ӑна-кӑна чухламан ҫав эпӗ, ― хыпӑнса ӗкрӗ Яхван пичче. ― Йытта ак ҫакӑнтан, тӗмӗ хушшинчен, пенӗ. Унтан икӗ патрон тупрӑм. Йӗрсем шырас-тӗпчес шухӑш пуҫра та пулман ман.

Яхван пичче пӑртак шухӑша кайса тӑчӗ те, хӑмла ҫырли тӗмӗсем патне пырса, ҫапӑ купине сапалама тытӑнчӗ.

— Тепӗр кунне арӑм, хӑрнӑ туратсене касса, йӑлтах ҫакӑнта купаларӗ. Тен, ҫапӑ айӗнче юлман-и мӗнле те пулин йер?

Эпӗ те ҫапӑ айӗнче йӗр упранасса кӗтрӗм. Шанӑҫ пурнӑҫланмарӗ — ҫапӑ айӗнче нимӗнле йӗр те курӑнмарӗ. Эпӗ вара, туратсене сирсе, тӗмӗсем хушшине тинкертӗм. Унта хупах ӗсет. Унӑн ҫулҫисем карттус пысӑкӑш сарӑлса кайнӑ. Ҫавсене уҫса пӑхрӑм та — ай-яй! — хупах айӗнче палланӑ йӗрсем яртах палӑрса выртаҫҫӗ. Ухватов пушмак йӗрӗсем! Шкула хӑварнӑ йӗр те, Маруҫ анкартинчи те, хупах айӗнчи те — пурте пӗр евӗрлӗ. Апла унта та, кунта та пӗр ҫын ҫӗренӗ. Кӗске ураллӑ ҫын. Анчах Ухватов мар ку. Ухватов вӑрӑм ураллӑ.

Ӑҫта хывса пенӗ пушмакӗсене Ухватов? Кам тупса тӑхӑннӑ ӑна?

— Ҫакӑн пек йӗрсене ӗнер Киремет ҫырминче, пӗве хӗрринче, куртӑм. Путсӗрӗ ҫак тӑрӑхрах ҫӗрет пулмалла. Мана ҫеҫ мар, ыттисене те шар кӑтартма пултарать. Ҫакӑ та Киремет ҫырминче выртатчӗ, ― терӗ Яхван пичче, пӗчӗк калибрлӑ винтовка чӗнне кӑтартса.

Йытӑ чӗрине лекнӗ пульӑна та, тӗмӗ хушшинчен тупнӑ икӗ патрона та усрать Яхван пичче.

— Тепӗр пули кӗлет кӗтессине пырса тӑрӑннӑ, ― терӗ вӑл, пуш патронсене татӑкпа сӑтӑркаласа.

Чӑнах та, пӗрене пуҫӗнче пуля шӑтарса кӗнӗ вырӑн пур. Пули те кӑшт курӑнать.

Яхван пичче каланӑ Киремет ҫырми шухӑша ячӗ мана. Унти йӗрсене те тӗпчемелле.

Яхван пичче мана калинккерен тухичченех ӑсатса ячӗ, Киремет ҫырмине хӑш ҫулпа каймаллине ӑнлантарчӗ.

Загрузка...