Района ҫитсе кӗреспе ҫумӑр вӗтӗртетме пӑрахрӗ. Йӑрӑм-йӑрӑм пӗлӗтсем тухӑҫалла шуса иртрӗҫ, хӗвел пӑхма тытӑнчӗ.
Машина шурӑ чул ҫурт тӗлне пырса чарӑнчӗ. Районти прокуратура шӑпах ҫак ҫурта вырнаҫнӑ.
Мана курсан, Владимир Ефимов прокурор, лутака та сарлака хулпуҫҫиллӗ арҫын, хавасланса кайрӗ, сӗтел хушшинчен тухсах, алла тытса чӑмӑртарӗ.
— Иртенпех кӗтетӗп. Пӗлетӗр-и, пӗр-пӗччен тӑрса юлтӑм, ― терӗ вӑл. — Следователе урӑх района куҫарчӗҫ. Помощник чирлесе ӗкрӗ… Халь ӗнтӗ сывлӑш ҫавӑрса ярӑпӑр иксӗмӗр.
Владимир Владимирович сӗтел хушшине ларчӗ те сасартӑк темшӗн шухӑша кайрӗ.
— Ай, пачах маннӑ. Ӗнер следователь валли икӗ пӗлӗмлӗ хваттер уйӑрса пачӗҫ. Вӗр-ҫӗнӗ хваттер. Кайса кур, ― терӗ те сӗтел сунтӑхӗнчен ҫӑра уҫҫи кӑларса тыттарчӗ. ― Ҫул хыҫҫӑн паян канма та пултаратӑн.
— Ывӑнман эпӗ.
— Апла-тӑк, ӗҫе пуҫӑн, ― сейфран кӗрен хуплашкаллӑ «ӗҫ» кӑларса хучӗ прокурор. ― Ҫынни хӑй те айӑпне йышӑнать. Свидетельсем те вӑл асса-тӗссе пурӑннине ӗнентереҫҫӗ. Следствие виҫӗ эрнере вӗҫлесен, аван пулмалла.
Прокурор панӑ папкӑна илтӗм те следователь пӗлӗмне кайса лартӑм, ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашма тытӑнтӑм.
Тӗпрен илсен, пӗртте чӑкӑлтӑш мар пек вӑл ӗҫ. Уйкас ҫынни, Вадим Ухватов, совхоз механикӗ, Ҫатра улӑхӗнче Галя ятлӑ хӗрпе йӑпанса ларнӑ. Ҫакна Оля пионервожатӑй курнӑ та арӑмне систернӗ, хӑйне те механизаторсем умӗнче намӑслантарнӑ. Вадим, самай хӗрӗнкӗскер, вожатӑя ҫатӑрласа тытнӑ та: «Ҫӑварна хуптаратӑп-ха пӑрре сана!» — тенӗ. Тата темтепӗр каласа хӑратнӑ, юнанӑ.
Тепӗр виҫӗ кунтан, чӑнах та, Ольӑна, амӑшӗ вырӑнне шкул хуралӗнче лараканскере, такам пӑшалпа персе суранлатнӑ. Шӑпах ҫав кун совхоз спортсменӗсем пӑшалпа тӗл перессипе ӑмӑрту ирттернӗ иккен. Вадим — совхозри спорт обществин председателӗ. Пӗчӗк калибрлӑ винтовка та, патронсем те — пӗтӗмпех ун аллинче. Амӑрту хыҫҫӑн вӑл шкул картишӗнче ҫӗренине куракансем пулнӑ. Вадим пуҫтахланнине те, Оля ӑна пӑсӑрлантарнине те механизаторсем ҫирӗплетеҫҫӗ. Вадим хӑй те тунмасть. «Йӑнӑшрӑм. Хупса лартӑр», ― тет.
Уголовнӑй ӗҫ ҫумӗнче Оля ӗтӗнчен кӑларнӑ пуля та пур. Экспертиза пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, вӑл тирта пуҫтарнӑ пульӑсемпе пӗр кӗпҫеренех тухни палӑрнӑ. Шкулти столовӑйра та, коридорта та Вадим тӑхӑннӑ пушмак йӗрӗсем!
Вадим айӑплине ӗнентерекен тепӗр япала — сӑран хутаҫ. Амӑртӑва вӑл унпа патронсем тултарса пынӑ. Ольӑна суранлатнӑ хыҫҫӑн ӑна коридора пӑрахса хӑварнӑ. Хутаҫра патронсемпе пӗрлех столовӑйран йӑкӑртса тухнӑ кӑлпасси, ҫу, чӑкӑт, консервӑ банкисем пур.
Следстви материалӗсене пӗр-пӗринпе танлаштарса пӑхрӑм та, хӑшпӗр иккӗлентерекен ыйтусем сиксе тухрӗҫ ман, ӑнланмалла мар вырӑнсем тӗл пулчӗҫ.
Ольӑна Вадим питӗ тарӑхнӑ тейӗпӗр. Ӑна вӑл ҫынсем умӗнче тытса лӑсканӑ пултӑр. Анчах мӗншӗн-ха Вадим ӑна урамран мар, шкула шала кӗрсе перет.
Столовӑйра та, коридорта та Вадим тӑхӑннӑ пушмак йӗрӗсем пур. Анчах пушмакӗ ниҫта та курӑнмасть. Ӑҫта-ши вӑл?
Шкула урам енчен мар, сад енчен, чӗречерен, кӗнӗ. Вадим хӑй урам енчен кӗтӗм тесе ӗнентерме пӑхать.
Инкек пулнӑ вырӑна тишкерсе ҫырнӑ протоколра ак епле каланӑ: «Оля ларнӑ пӗлӗмӗн тул енче атӑ йӗрӗ пур». Кам йӗрӗ вӑл? Паллӑ мар. Тен, Вадим кантӑкпа тӑрмашнӑ вӑхӑтра Ольӑна астарса-калаҫтарса тӑракан тепӗр ҫын пулнӑ унта?
Пӗчӗк калибрлӑ винтовка та ҫук. Ҫухалнӑ.
Палласа илнӗ-и Вадима Оля? Миҫе сехетре киле таврӑннӑ вӑл? Арӑмӗпе мӗн калаҫнӑ? Хӑйне епле тыткаланӑ?
Ҫак ыйтусен тупсӑмне паян-ыранах пӗлмелле ман. Ольӑна пенӗ винтовкӑна та шыраса тупмалла…
Чи малтан эп больницӑна шӑнкӑравларӑм. Оля сывлӑхӗ ҫаплах начар иккен. Халӗ те тухтӑрҫем унпа калаҫтармаҫҫӗ. Тепӗр эрнерен шӑнкӑравласа пӑхма хушрӗҫ.
Вӑхӑта ахаль ирттерес килмерӗ — Вадима хам пата чӗнтертӗм. Вӑл, яштака та тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑскер, пуҫа усса, аллисене каялла тытса кӗчӗ, тӗрех ман сӗтел умне пырса ларчӗ.
— Туртмалли памӑр-ши? — терӗ именчӗклӗн.
Ку таранччен те туртман эпӗ. Туртма та шутламастӑп. Апла пулин те, следовательте ӗҫлеме тытӑннӑранпа портфеле пирус чиксе ҫӗреме пуҫларӑм.
Вадима пирус кӑларса тыттартӑм. Пачкӑна вӑл хуллен, ассӑн сывласа уҫрӗ. Пӗр пирус кӑна кӑларса илчӗ, ыттине каялла сӗтел ҫине хучӗ. Эп ӑна пуҫ тӗпинчен пуҫласа ура тупанне ҫити сӑнарӑм. Унӑн уринче пушмак мар, кирза атӑ.
— Сирӗн ӗҫе малалла эпӗ тӗпчетӗп, ― терӗм, хам ята, хушамата пӗлтертӗм.
Вадим шарламарӗ, пуҫне ҫеҫ пӗксе илчӗ.
— Калӑр-ха, вожатӑя вӗлерме малтанах тӗллев лартнӑ-и е…
— Кун ҫинчен малтанхи допросрах каланӑ. Уҫӑр та вулӑр. Урӑх нимӗн те хушма пултараймастӑп.
— Ӑмӑрту ирттернӗ чух та, каҫхине те пушмакпа пулнӑ эсир. Халь ӑҫта ҫав пушмак?
— Пӗлмӗстӗп.
— Тен, килте улӑштарса тӑхӑннӑ?
— Вӑл каҫ килте пулман эпӗ.
— Ӑҫта ҫӗр каҫнӑ?.. Кам патӗнче?
— Каламастӑп. Вӑрттӑнлӑх ку.
— Вожатӑя периччен малтан столовӑйра утса ҫӗренӗ, хутаҫа апат-ҫимӗҫ тултарнӑ, Выҫӑ пулнӑ-им эсир ҫав кун?
— Нимӗнле апат-ҫимӗҫ те тытман эпӗ.
— Ҫарӗҫ пӗлӗмӗнчи сейфа йӑлтах хирсе-шӑйӑрса пӗтернӗ. Мӗн тума кирлӗ пулчӗ ҫав япала?
— Нимӗнле сейф та курман эпӗ. Нимӗнле сейфа та тӗкӗнмен.
— Акӑ малтанхи допрос протоколӗ. Ун чух ҫапла каланӑ эсир: «Вожатӑй ларнӑ пӗлӗме тӗрех кӗмерем эпӗ — ҫарӗҫ пӗлӗмӗнче пытанса тӑтӑм, сейфа хирсе лапчӑтрӑм…» Хӑвӑр алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
— Унашкал каламан эпӗ.
— Ҫак ирсӗр ӗҫе пӗччен турӑр-и? Е… кампа та пулин каварлашса?
— Пӗччен!.. Тӑр-пӗччен!.. — тарӑхса пӗрнисене шӑтӑртаттарчӗ Вадим. ― Ытла айван ҫын вырӑннӗ хуратӑр мана. Эсир те, леш следователӗ те… Йӑлтах ман каласа памалла. Эсир, ав, ҫыратӑр та ҫыратӑр. Тек пӗр сӑмах та каламастӑп. Шырӑр, тӗпчӗр, эп айӑплине ӗнентерӗр.
Ыйтса тӗпчеме, паллах, ҫӑмӑл мар. Унӑн вӑрттӑнлӑхӗ те нумай. Вӑл — следстви органӗсенче шутсӑр анлӑ сарӑлнӑ ӗҫ. Ыйтса пӗлсе ҫын айӑплипе айӑплӑ маррине ӗнентереҫҫӗ. Ҫынна тӗпченӗ чух ӑсталӑх та, пӗлӗлӗх те ытлашшинех кирлӗ. Тӗплӗн хатӗрленмелле тата. Ӑнӑҫлӑ тытӑнтӑм-и-ха эп ку ӗҫе? Ҫук ҫав, Ухватовпа калаҫма ним чухлӗ те хатӗрленмерӗм. Следстви материалӗсемпе паллашрӑм та ӑна хам пата чӗнтертӗм. Кӑтартӑвӗ те, акӑ, куҫ умӗнче — унран пӗр ҫӗнӗ сӑмах та илтеймерӗм, вӑхӑта пустуй ҫеҫ ирттеретӗп, хут варалатӑп. ӗлӗм те капла аппалансан, ирсӗр ӗҫ тӑвакансене пӗрне те тӑрӑ шыв ҫине кӑлараймӑп. Вӑр-вартарах та тимлӗрех, ӑслӑрах та тавҫӑруллӑрах пулмалла. Айӑпланаканӑн чунне уҫмалла. Вӑл сана шантӑр, ӗнентӗр.
Ҫырма чарӑнса, допрос протоколне аяккалла сирсе хутӑм. Алӑри ручкӑна та сӗтел ҫине пӑрахрӑм.
Ухватов тӗрленсе ларчӗ те мана шӑтарасла пӑхрӗ. Сассӑма хӑпартасса, сӗтеле ҫапса кӑшкӑрасса кӗтрӗ-тӗр.
— Эсир спорта пит юрататӑр иккен, ― калаҫӑва малалла тӑсрӑм эпӗ. ― Районта кӑна мар, республикӑра та кӗрешессипе мала тухнӑ. Йӗтре ывӑтассипе те…
— Эпӗ кӑна-и? Виҫҫӗмӗш ҫул совхоз спортсменӗсем ӑмӑртусене хутшӑнаҫҫӗ, дипломсем илсе таврӑнаҫҫӗ, ― терӗ Вадим чӗрӗленсе.
— Совхозри спорт клубне те Ухватов тӑрӑшнипе уҫнӑ терӗҫ. Тӗрӗс-и ку?
— Пулнӑ. Ун пекки те пулнӑ.
— Профсоюз комитечӗ хаклать сире, айӑпа ҫӑмӑллатма ыйтать. Судра хӗтӗлеме ҫын та уйӑрнӑ.
— Пӗртен-пӗр савӑнӑҫӑм та спорт кӑна ман. Ывӑлӑма та спорта явӑҫтараттӑм…
— Ывӑл пурри савӑнӑҫ мар-и тата?
— Ывӑл… Юрататӑп ӑна.
— Ывӑлӑрпа курнӑҫтармалла мар-и сире? Арӑмӑр та…
— Ҫук, ҫук! Кирлӗ мар. Арӑма эпӗ…
— Улталарӑн-и?
— Кураймастӑп эп ӑна.
— Ма апла тата? Юратса пӗрлешнӗ-ҫке-ха пирвай.
— Юратса?.. — ман сӑмаха пӗлсех калаҫрӗ Ухватов. ― Ҫапла, ҫемьеллӗ эпӗ. Ача та пур. Кашни каҫах пӗрле. Ытти арӑмсем пекех ыталать вӑл мана, ачашланать. Ҫепӗҫ сӑмахсем те калать. Эп вара пурпӗрех хӑнк та тумастӑп. Мӗншӗн тесен пирӗн хушӑмӑрта — пӑр. Ҫав пӑр пӗтӗм ҫанҫурӑма шӑнтса тӑрать.
Вадим каллех пирус ыйтрӗ, йӗҫӗ тӗтӗме антӑха—антӑха ҫӑтрӗ.
— Арӑм та кунӗн-ҫӗрӗн асапланать. Тертленет. Хӑй ҫакна пӗртте палӑртасшӑн мар. Ӗҫчен те сӑпайлӑ пулма, хунямӑшне юрама, упӑшки чӗрине парӑнтарма тӑрӑшать. Ир-ирех тӑрать те хуҫалӑха тирпей-илем кӗрет, апат пӗҫерсе лартать, уроксем ирттерме хатӗрленет. Хам та хӗрхенетӗп ӑна. Уйрӑлса кайтӑр пӗрех хут тесе, кӗпе-тумтире автол-соляркӑпа варалатӑп. Ҫук, йӗрӗнмест те пулас. Тап-таса ҫуса тасатать, ҫемҫе тӗшек ҫинех вырттарать. Эх, тӗсет, шеремет, тамӑк хуранӗнче ӑшталанать. Пирӗшти пек хӗр вӑхӑтсӑрах ватӑлчӗ.
— Хӗрхенетӗн пулсан, ма апла хӑтланатӑн? Кала-ха, мӗншӗн-ха апла?
— Ма ҫав… Тӗрӗссипе каласан, кашнин хӑйӗн курмӑшӗ. Вырӑн ҫинчен сиксе тӑратӑп та кӑпӑр-капӑр тумланатӑп. Арӑма ҫаврӑнса та пӑхмастӑп, пӗр сӑмах та хушмастӑп — ӗҫе тухса чупатӑп.
— Эх, Ухватов, Ухватов… Юратать сана арӑму.
Эсӗ ав…
— Юратать? — кӑрт сиксе илчӗ Вадим. ― Юрату мар ку. Ку вӑл — чӑн-чӑн спектакль. Сцена ҫинче те юрататӑп теҫҫӗ, ыталаҫҫӗ, чуптӑваҫҫӗ. Хӑйсем — авланнӑскерсем, упӑшкаллӑскерсем. Чаршав хупӑнсан тумланаҫҫӗ те, театртан тухса, киле васкаҫҫӗ. Ман арӑм та — артист. Сцена ҫинче мар, кулленхи пурнӑҫра «арӑм» рольне вылять. Юратмастӑп эп ӑна. Вӑл та…
— Апла-тӑк, ма пӗрлешрӗр?
Ухватов, вӑрӑммӑн сывласа, хӑй епле авланнине аса илчӗ.
Вадим сарлака хул-ҫурӑмлӑ та кӗрнеклӗ йӗкӗт. Ял-хуҫалӑх институтӗнче кӑна мар, хулара та палӑрнӑ спортсмен. Пур ӑмӑртӑва та хутшӑнать вӑл. Пуринче те ҫӗнтерет. Тытӑнаҫҫӗ ҫеҫ, Вадимпа кӗрешекенӗ, урисемпе тапкаланса, кавир ҫинче выртать. Хӑш вӑхӑтра ҫавӑрса ҫапать Вадим, мӗнле мелпе усӑ курать — пӑхса тӑракансем асӑрхаса та юлаймаҫҫӗ. «Маттур! Чӑн-чӑн кӗрешӗҫӗ!» — тесе алӑ ҫупаҫҫӗ.
Еҫчен те Вадим, ҫаврӑнӑҫуллӑ та. Алли тем те ӑсталама пӗлет. Хӗрсем ӑна магнитлӑ лента ҫине сасӑ ҫыракан аппаратсем, грампластинка калаттармалли хатӗрсем юсаттараҫҫӗ. Кӗтмен ҫӗртен авланса ярасси те унӑн ҫав ӗҫпех ҫыхӑннӑ.
…Лекцисем вӗҫленнӗччӗ ӗнтӗ. Вадим гитарине илчӗ те институтран тухрӗ. Алӑк умӗнче ӑна университетра вӗренекен Людмила чарса тӑратрӗ.
— Кунта та гитарӑпа ҫӗретӗн эс, музыкант пуласшӑн мар пулӗ те?
— Манӑн ӗҫ хатӗрӗ — хир карапӗ. Юратнӑ кӗвӗ — трактор сасси. Вӗсем те ҫак гитара пекех хаваслӑ юрӑ шӑрантараҫҫӗ, ― шӗтлерӗ Вадим. ― Юлташӑн-ха ку. Ҫак паха япалана сарӑмсӑр ӗкерсе ватнӑ та, аран-аран майлаштартӑм, талӑка яхӑн аппалантӑм. Енер пырса илмеллеччӗ те — кӗтсе илеймерӗм. Вӑхӑт пулмарӗ-тӗр. Паян ак хамах леҫсе парас терӗм.
— Манӑн та ӗҫ пур, Вадим. Магнитофон ҫӗмӗрӗлчӗ. Юсаймӑн-ши?
Вадим турткаланса тӑмарӗ, юлташӗ патне каяс ҫӗртен Людмила хыҫҫӑн утрӗ.
Хула варринче, тӑхӑр хутлӑ ҫуртра, пурӑнать Людмила. Хваттерӗ те меллӗ — виҫӗ пӗлӗмлӗ. Урайӗнче те, стена ҫинче те — кавирсем.
Виҫҫӗн кӑна пурӑнаҫҫӗ хӑйсем: Людмила, ашшӗ тата амӑшӗ. Ашшӗ заводра цех начальникӗнче ӗҫлет, амӑшӗ ― учительница. Людмила амӑшӗ ҫулӗпе кайнӑ: педагога вӗренет.
Вадима Людмила тӗрех магнитофон тыттарчӗ. Йӗркеллех пек лешӗ, анчах вӗҫӗмсӗр кӗрлет, ҫатӑртатать, пӗр сӑмах та ҫырмасть.
Вадим аппарата унтан-кунтан тӗккелерӗ, сӑтӑркаларӗ те, лешӗ чиперех ӗҫлеме пуҫларӗ. Ку Людмилӑна шутсӑр савӑнтарчӗ.
— Ӑста аллинче ӗҫ вылять, ӗҫчен ҫынтан ӗҫ хӑрать, теҫҫӗ, ― хӗпӗртерӗ Людмила. ― Тӗрӗсех иккен, магнитофон та санран хӑрарӗ, Вадим. Чӑн-чӑн инженер эсӗ. Чӑн-чӑн ӑстаҫӑ!
Алӑк шӑнкӑравӗ шӑнкӑртатрӗ. Пӗлӗме Людмила патне тантӑшӗсем, пӗр ушкӑнра вӗренекен хӗрсем, шакӑлтатса-кӗпӗрленсе пырса ҫитрӗҫ.
— Ҫуралнӑ кун ячӗпе саламлатпӑр сана, Людмила! ― терӗҫ те ӑна чӗрӗ чечек ҫыххисем тыттарчӗҫ. Пӗр ҫыхӑ кӗнеке парнелерӗҫ.
Тус-тантӑшӗсене Людмила тӗрех сӗтел хушшине чӗнчӗ. Вадима та…
— Аттепе анне Хура тинӗс хӗрринче канаҫҫӗ. Хам вара нимех те хатӗрлеймерӗм, ― калаҫрӗ савӑннӑ, шуйханнӑ Людмила. Хай ҫав хушӑрах сӗтел ҫине апат-ҫимӗҫпе иҫӗм ҫырли сӗткенӗ кӑларса лартрӗ.
Чылайччен шавласа ларчӗҫ студентсем. Ташларӗҫ, юрларӗҫ. Тав сӑмахӗсене пленка ҫине ҫыра-ҫыра илчӗҫ. Юлашкинчен, ушкӑнӗпех Атӑл хӗррине кайса, сӑн ӗкерттерме килӗшрӗҫ.
Автобус чарӑннӑ тӗле ҫитнӗччӗ ӗнтӗ вӗсем, сасартӑк Вадим ушкӑнран уйрӑлчӗ.
— Пирӗнпе пымастӑн-им? — тӗлӗнчӗҫ хӗрсем.
— Пӗлетӗр-и, туссем? Людмилӑсем патне гитара манса юлнӑ. Ӑна паянах юлташа ҫитерсе памалла.
Людмилӑран уҫӑ илчӗ те Вадим, каялла таврӑнса, самантрах саккӑрмӗш хута чупса хӑпарчӗ. Алӑка уҫнӑ-уҫманах пӗлӗмре темӗн чӑкӑртатса ларнине илтрӗ вӑл. Кӗрсе пӑхрӗ те, магнитофон иккен. Студентсем ӑнӑ сӗнтермесӗрех хӑварнӑ.
Вадим кнопкине пусрӗ те — магнитофон шӑп пулчӗ. Ентӗ Людмила пӗлӗмӗнче такам тикӗссӗн сывласа выртнӑ сасӑ илтӗнчӗ. Ку пӗлӗм алӑкне те туртса уҫрӗ Вадим.
Ак тӗнче! Диван ҫинче хӗр вырта парать. Хуп-хура ҫӗҫлӗ хӗр. Платйи чӗркуҫҫинчен чылай ҫӗлелле туртӑнса хӑпарнӑ. Сывланӑ май тӑпӑл-тӑпӑл кӑкӑрӗ пӗрре ҫӗлелле ҫӗкленет, тепре аялалла анать. Вадим асӑрханӑччӗ паҫӑр, пуринчен хитре ташларӗ ҫак хӗр паян. Пуринчен хитре юрларӗ. Чавашла та, вырӑсла та, акӑлчанла та. Саламланӑ чух та чун-чӗрене ҫӗклентермелле калаҫрӗ. Сасси уҫӑ, янӑравлӑ. Ячӗ те илӗртӗллӗ — Инна.
Ҫав териех ывӑннӑ-ши вӑл? Е урӑхла тем тупӑннӑ ун? Ах, чуна илӗртмӗш!
Хӗтлӗхсӗр пирӗшти ҫине пӑхса тӑрсан-тӑрсан, Вадихӑн алли-ури чӗтреме пуҫларӗ.
Йӗкӗт пӗлӗме чӗрне вӗҫҫӗн утса кӗчӗ, алӑка шал енчен ҫаклатрӗ, вара диван ҫине выртрӗ, хӗре ҫатӑрласа илчӗ те чаплаттарса чуптума тапратрӗ.
Хӗр ыйхӑран вӑранчӗ, кӑшкӑрма тытӑнчӗ, Вадима питрен чавса пӗтерчӗ, хулпуҫҫинчен ҫыртрӗ… Пӗтӗм вӑйран Вадим ытамӗнчен хӑтӑлма тӑрӑшрӗ. Каччӑ та парӑнмарӗ, кайран мӗн пулса тухасса мансах, хӗре хӑй аллинчен вӗҫертмерӗ, тӗрмешрӗ те тӗрмешрӗ…
Мӗн вӑхӑт асаплантарнӑ вӑл хӗре — Вадим астумасть. Людмила хӑйне ҫӗҫрен ҫулса тытсан тин тӑна кӗчӗ. Чунӗ теме сиснӗн, студентсенчен уйрӑлса, Вадим хыҫҫӑн утнӑ йккен вӑл. Эх, еплерех лӑскарӗ ӑна Людмила ҫӗҫрен! Юрать, Инна нӑйкӑшса тӑмарӗ — хваттертен пуля пек тухса вирхӗнчӗ.
Ӑнланса илчӗ Вадим: усал ӗҫ турӗ. Виҫерен иртрӗ. Чӑрсӑрланчӗ. Паллах, кунашкал ӗҫшӗн ӑна никам та пуҫран шӑлас ҫук. Мӗн тумалла-ха ӗнтӗ унӑн? Ялта та хӗр пур. Хитре те хӑюллӑскер. Вадима савать вӑл, институтран вӗренсе тухасса кӗтсе пурӑнать.
Эх, туйӑм, суккӑр тӗйӑм!.. Ма тытса чармарӗ хӑйне Вадим? Ма итлемерӗ Инна йӑлӑннине? Ма хӗрпе вӑл ӑмӑрту кавирӗ ҫинчи пекех вӑй хурса кӗрешрӗ? Ҫапла, Иннӑна парӑнтарчӗ. Анчах ҫӗнтерӗ-и ӗнтӗ ку? Ку вӑл ― йӗркесӗрленни, ирсӗр ӗҫ!
Общежитие таврӑнсан та лӑпланаймарӗ Вадим, ҫӗрӗпе вырханса выртрӗ, милици ҫыннисем ҫитсе кӗрессе кӗтрӗ.
Ирхине, чӑн та, алӑка пырса шаккарӗҫ. Вадим сиксе чӗтреме пуҫларӗ. «Ну, пӗтрӗм. Тытса каяҫҫӗ халь. Хупса лартаҫҫех», ― тесе алӑка уҫрӗ вӑл. Телее, милици ҫыннисем мар-мӗн, канӑҫне ҫухатнӑ Людмила хашкаса тӑрать.
— Инна Атӑла сикнӗ. Анчах путма паман — университет студенчӗсем туртса кӑларнӑ. Халь больницӑра выртать имӗш.
Вадим хирӗҫ нимен те калаймарӗ. Людмила кайсан, мӑшлатса-мӗшӗлтетсе тумланчӗ те урама тухрӗ.
Утрӗ вӑл. Пӗр-пӗччен утрӗ. Салхуллӑн, шикленӗллӗн. Тӗлсӗр-мӗнсӗр. Унтан пӑхать те — больница патне пырса тухнӑ-мӗн вӑл. Чылайччен ҫӗрерӗ ҫапла больница тавра. Анчах шала кӗме, хӑй шар кӑтартнӑ хӗрпе сӑмахлама хал ҫитереймерӗ.
Усал хыпар хӑвӑрт сарӑлать ҫав. Вадим «ӗҫӗ-хӗлӗ» ҫинчен институтра та пӗлеҫҫӗ. Пӗрремӗш лекци хыҫҫӑнах ӑна комсомол комитетне чӗнтерсе хӑтӑрчӗҫ. Декан та сӑмахларӗ, Ректор та Вадимпа курнӑҫма вӑхӑт тупрӗ. Енчен те Инна заявлени ҫырса парсан, уголовнӑй ӗҫ пуҫараҫҫӗ. Вара пӗтет Вадим, институтпа та сывпуллашма тивӗ. «Пӗртен-пӗр ҫӑлӑнӑҫ — ирӗксӗрленӗ хӗре качча илмелле», ― терӗ ӑна Людмила.
Чӑнах та: ырӑ канаш ку. Авланмалла мар-и пӗрех хут? Хӑҫан та пулин пурпӗрех арӑм тупмалла, ача-пӑчаллӑ пулмалла. Тепӗр тесен, Инна начар хӗр мар. Хитре хе пысӑк тавракурӑмлӑ, уҫӑ саслӑ та ҫепӗҫ чӗлхеллӗ. Никам та тиркес ҫук ӑна. Анчах килӗшӗ-ши Инна?
Турра шӗкӗр, Инна турткалашса-кутӑнлашса тӑмарӗ, тархаслаттармарӗ — килӗшрӗ.
Туй шавлӑ иртрӗ. Икӗ кун янӑрарӗ хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ. Икӗ кун савӑнчӗҫ Вадимпа Инна тусӗсем. Анчах ҫамрӑк мӑшӑра кичемлӗх аптратрӗ. Салхулӑх сирӗлмерӗ. Иккӗшӗ те пӗр-пӗринчен аяккалла туртӑнаҫҫӗ. Туйра та, туй хыҫҫӑн та…
Вадим калаҫма чарӑнчӗ, енчен енне пӑркаланса илчӗ, ассӑн сывласа, пирус чӗртрӗ.
— Юратмастӑп эп ӑна. Кураймастӑп. Уйрӑлмалла кӑна. Анчах «уйрӑлмалла» сӑмаха ниепле те ӑна ҫӑвар уҫса калаймастӑп. Хӑюлӑх ҫитмест. Хӑвӑртрах тӗрмене ӑсатӑр пӗрех хутчен. Йӑлӑхрӑм эпӗ, йӑлтах хӑшкӑлса ҫитрӗм. Ҫул хыҫҫӑн, тен, арӑм та хӑех уйрӑлӗ.
Вадима урӑх пӗр ыйту та памарӑм, допрос протоколӗ ҫине алӑ пустартӑм, камерӑна ӑсаттартӑм.
Вадим кайсан та, «юратмастӑп эп ӑна» тенӗ сӑмахсем хӑлхаран тухмарӗҫ. Эх, ӑссӑрлӑх, ӑссӑрлӑх… Асаплану та тертленӗ кӑна кӗнӗ вӑл вӗсене. Иккӗн тан тертленеҫҫӗ — арӑмӗ те, упӑшки те…
— Сывлӑх сунатӑп! — Алӑка яр уҫса кечӗ пӗри. Милици капитанӗ иккен. ― Прокуратура следовательне курас тетӗп.
— Эпӗ пулатӑп вӑл.
— Чимӗр-ха, эсир вӗт… — мана тӗсесе пӑхрӗ капитан. ― Эсир… Юра Назаров. Эпир тахҫан Лакрей вӑрманӗнче курнӑҫнӑччӗ пулас. Юрӑ уявӗнче. Мана, тин ҫеҫ чикӗрен таврӑннӑ пограничника, тин ҫеҫ милици тумӗ тӑхӑннӑ сержанта, обществӑлла йӗркелӗхе сыхлама сцена умне тӑратнӑччӗ. Конферансье черетлӗ номер пӗлтерчӗ. Эсир вара, итлекенсене сиркелесе, сцена еннелле ыткӑнтӑр. Эпӗ лӑпланма хушрӑм, анчах эсир итлемерӗр — сцена ҫине сиксе хӑпартӑр та юрӑ шӑрантарма тытӑнтӑр… Илемлӗн, уҫӑмлӑн, чун-чӗрене хускатмалла юрларӑр. Ун чух эп шак хытса тӑтӑм, юрӑ вӗҫленмесӗр те вырӑнтан хускалмарӑм. Сирӗн сасса кайран та ик-виҫӗ хут радиопа илтнӗ эп. Сирӗн шӑпапа та кӑсӑкланнӑччӗ. « Консерваторире вӗренет пулмалла », ― терӗҫ мана…
— Каҫарӑр та, кам пулатӑр вара эсир? — пӗлесшӗн пултӑм эпӗ. ― Ятарласа мана ырлама килтӗр-и? Каласа парӑр-ха?
— Ырлама мар, ку вӑл сӑмах май кӑна. Паллашма килтӗм, ― капитан эпӗ кӑмӑлсӑрланнине сисрӗ. ― Уголовнӑй розыск начальникӗ эпӗ. Емельян Алексеевич Аброськин. Сирӗн пата милици уйрӑмӗн начальникӗ ячӗ. «Прокуратурӑна ҫӗнӗ следователь килнӗ. Кайса паллаш. Тен, пирӗнтен пулӑшу кирлӗ», ― терӗ.
— Чӑн та, пулӑшу кирлӗ пулать, ― терӗм те, калаҫу тӗрех хайхи ӗҫ ҫине куҫрӗ. Уйкаса ҫитсе мӗн-мӗн тумаллине пӗрле канашласа палӑртрӑмӑр.
— Ыран ир-ирех тухса каятпӑр» ― тере юлашкинчен Аброськин.
— Эп паянах каятӑп.
— Ҫук, паян пыраймастӑп. Арӑм иккӗмӗш ывӑл ҫуратрӗ. Вӗсене больницӑран илсе тухмалла. Ыран сакӑр сехетре Уйкасра пулатӑп. Тӗрех ял Советне пыратӑп. Ҫырлахтарать-и ?
— Килӗшетӗп, капитан юлташ.
— Консерватори пӗтермелле пулнӑ сирӗн, Юрий Иванович. Юрӑҫ пулмаллаччӗ. Пултаруллӑ ҫын вӗт-ха эсир. Талантлӑ ҫын. Юрӑҫсене халӑх та хисеплет, асра тытать. Прокуратура, суд, милици ҫыннисене ытларах ирсӗр ӗҫ тӑвакансем, кукӑр алӑллӑ ҫынсем пӗлеҫҫӗ. Ырӑ кӑмӑллӑ та таса чунлисем, ав, допроса чӗнтерсен те хӑраса ӗкеҫҫӗ. «Эпӗ те айӑпа кӗнӗ-ши?» — тесе сехӗрленеҫҫӗ.
— Милици ҫыннисене те халӑх хисеплет, Инкек-синкек сиксе тухсан, тӗрех милицие чупаҫҫӗ, пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Анчах тепӗр чух хамӑрах саккуна пӑхӑнмастпӑр, саккун йӗркисене пӑсатпӑр — акӑ мӗн тарӑхтарать ҫынсене.
— Ҫапла, сайра хутра ун пекки те пулкалать. Хӑвӑрт сарӑлать тата унашкал хыпар. Эпӗ хам вара яланах саккун хушнӑ пек ӗҫлеме тӑрӑшатӑп. Юрататӑп хам ӗҫе эп.
— Юрӗ, капитан юлташ. Калаҫӑва Уйкасра тӑсӑпӑр.
— Килӗшетӗп, ― алӑ парса, йӑл кулса тухрӗ пӗлӗмрен милици капитанӗ.