9

Пӑлханнӑ чун Инна кайсан та пусӑрӑнаймарӗ.

Мӗн тумалла-ха манӑн? Ма манаймастӑп Иннӑна? Уйкасра та унпа тӗл пулма тиврӗ вӗт. Нивушлӗ шӑпамӑр ҫавнашкал? Ҫук, Иннӑпа ҫыхланма юрамасть. Вӑл — ҫемьеллӗ хӗрарӑм. Ҫапах… Мӗнле чармалла-ха туйӑма?

Шухӑшлатӑп та шухӑшлатӑп. Ыйту хыҫҫӑн ыйту…

Инна сӑмахӗсем ытла ытарлӑ: «Мӑшӑрланнӑ-тӑк — пурӑнмалла. Йӑпӑлтатса та юратса пурӑнмалла». Паллах, чӗрене улталаса пурнасси пурнӑҫ мар. Ку вӑл — тамӑк. Кунашкал пурнӑҫа кӑмӑлламастӑп эпӗ. Чӑтаймастӑп. Инна, ав, пурӑнать. Вадим та тертленет, хӑй савнийӗ патне туртӑнать. Арӑмӗпе мар, савнийӗпе ун чунӗ. Вожатӑя суранлатнӑ хыҫҫӑн арӑмӗпе курнӑҫасси килмен — пытанса ҫывӑрнӑ тейӗпӗр. Вадим ҫапла хӑтланнине амӑшӗ сиснӗ-ши? Кӗҫӗрех Вадим амӑшӗпе курнӑҫмалла.

Ухватовсен килӗ-ҫурчӗ ял варринче, виҫӗ йӑмра тӗлӗнче. Пысӑк, илемлӗ улт кӗтеслӗ пӗрт. Хапха юписем тимӗртен.

Пӑлтар енчи алӑка шал енчен питӗрнӗ. Килкартийе калинккерен кӗтӗм.

Картишӗнче тап-таса. Калинкке ҫывӑхӗнче ҫӑл. Унтах лаҫ, тепӗр енче — сарайпа нӗхреп. Кӗлетпе вите те пур. Выльӑхсем йышлӑ усраҫҫӗ пулмалла — анкартине, вите пуҫне, тислӗк купаласа лартнӑ.

Картишнелле тухакан чӗрече яр-уҫӑ.

— Лӗпӗстетсе ҫитрӗн эппин? — илтӗнчӗ чӗречерен сасӑ.

«Чим-ха, мана ятламасть-и ку?» — чарӑнса тӑтӑм эпӗ.

— Намӑссӑр! Пӗртен-пӗр ывӑла пӗтертӗн. Читлӗхе кайса чикрӗн. Халь ют арҫынна куҫ хӗсетӗн. Тӑр-кӑнтӑрлах ун хыҫҫӑн вӑрмана чупатӑн…

— Вӑрмана ывӑла шырама кайрӑм.

Ӑнлантӑм, Иннӑна хунямӑшӗ пӑсӑрлантарать пулас.

— Кур-ха, епле юптарать! Ывӑл тет тата. Ывӑл мар, пуҫунта арҫын шухӑшӗ. Лешне, портфель йӑтса ҫӗрекеннине… Ҫынсем те курнӑ.

Пӗртре ӗсӗклени илтӗнчӗ.

— Хулара та арҫын хыҫҫӑн чупнӑ теҫҫӗ. Шкул ачисенчен уйрӑлса, ывӑлна пӑрахса… Путсӗр. Тухса кай ман килтен! Тасал!

. Харкашӑва итлесе тӑмарӑм эпӗ. Вадим амӑшӗпе курнӑҫас кӑмӑл та ҫухалчӗ. Урама тухрӑм та совхоз кантурне уттартӑм.

Кунта халӑх йышлӑ. Директор пӗлӗмӗнче пӗр пушӑ вырӑн та ҫук. Коридорта та ҫынсем кӗпӗрленеҫҫӗ. Халӑх умӗнче участок инспекторӗ калаҫать иккен. Ҫынсем ӑна ннтересленсех итлеҫҫӗ.

— Совхоз директорӗ тӗрӗс асӑрхаттарать: общество пурлӑхне пурин те упрамалла. Шӑпах ҫак вӑхӑтра, тыр-пул пухса кӗртнӗ кунсенче, кукӑр алӑллӑ ҫынсем иртӗнме пӑхаҫҫӗ. Ҫӗркаҫ бункера тырӑ хӑварнӑ. Ҫав тырра кирпӗч турттаракан машина ҫине тиенӗ те Саланчӑка ӑсатма хӑтланнӑ. Юрать, дружинниксем тытса чарнӑ. Ку вӑл, юлташсем, бригадирсем ӗрӗк-сӗрӗк ӗҫленинчен килет. Вӗсем комбайнерсен ӗҫӗпе тивӗҫлипе интересленмеҫҫӗ.

Милици лейтенанчӗ ӗсӗрсе илчӗ, аллинчи хута енчен енне ҫавӑркаларӗ.

— Тата акӑ мӗн. Пустуй лӑпӑртататпӑр. Вӑрлаҫҫӗ тетпӗр. Ҫаратаҫҫӗ тетпӗр. Районтан килнисене те ҫапла элеклетпӗр. Ҫӗпритун пичче те ҫапла сӑмах сарчӗ: «Кил-картинченех велосипед йӑкӑртрӗҫ». Паян ҫав япалана улӑм ӑшӗнчен туртса кӑлартӑм. Ара, велосипеда улмури ҫумне кайса тӑратнӑ, улӑмпа витнӗ. Урана йӑлт таптаса пӗтернӗ. Ачасем ашкӑннӑ-тӑр. Вылянӑ-вылянӑ та… Сӑмаха шухӑшласа калаҫмалла, тимлӗ те асӑрхануллӑ пулмалла, ― терӗ те Кулагин шӑпӑрт пулчӗ, хыҫлӑ пукан ҫине вырнаҫса ларчӗ.

— Кӗрӗр, Юрий Иванович, ― терӗ совхоз директорӗ, эпӗ коридорта тӑнине курсан. ― Кунталла иртӗр.

Пӗлӗмре ларакансем каялла ҫаврӑнса пӑхрӗҫ, кӗрессе кӗтрӗҫ — эпӗ вырӑнтан та хускалмарӑм.

— Пӗлетӗр-и, Пракух хӑртнинче темӗнле ӗҫ пулса иртнӗ — Алтатти пахчаҫа ҫаратнӑ… Хурахне шырама ҫынсем уйӑрса пама ыйтрӗҫ те… Ӗлкӗрейместпӗр пуль, тӗттӗмленет, ― ман ҫине пӑхса калаҫрӗ директор.

— Хурах вӑл тунката мар, пӗр вырӑнта тӑмасть, ҫаратнӑ хыҫҫӑнах хӗтлӗхе тапса сикет, ― калаҫӑва хутшӑнчӗ Кулагин. ― Ҫынсем те сахал кунта. Вуншар утӑмран тӑратса тухсан та, икҫӗр ҫын кирлӗ — вӑрман сарлакӑшӗ икӗ ҫухрӑм…

Кулагин ман хыҫҫӑнах ял Советне вӗҫтерсе ҫитрӗ, сӗтел ҫине ултӑ допрос протоколӗ кӑларса хучӗ. Тимлесех вуларӑм вӗсене — пӗр протоколӗ те Ухватов ӗҫӗпе ҫыхӑнман. Пӗри те мана тивӗҫтермерӗ. Ҫакна Кулагин та сисрӗ — шарламарӗ, тӗрре тухма та тӑрӑшмарӗ.

Пухура пӗлтернӗ хыпарсемпе мӗн-мӗн тумаллине каларӑм та ял Советӗнчен тухрӑм. Эпӗ хваттере кайрӑм, Кулагин анаталла утрӗ.

Хваттер хуҫи, Лисук кинемей, ман валли сӗтел ҫине йӑлт хатӗрленӗ: хуппине шуратса пӗҫернӗ ҫӗрулми, уйран, хӑйма, типӗтнӗ аш… Уйранпа ҫӗрулми ҫирӗм те чӗре лӑшт пулчӗ.

Кунашкал апат хыҫҫӑн ҫывӑрмалла кӑна. Анчах Уйкасра мӗн-мӗн курни-илтнине йӗркипе асилсе выртрӑм та ыйхӑ вӗҫрӗ ман. Каллех умӑма Инна тухса тӑчӗ. Хӑлхаран та ун сасси туха пӗлмерӗ.

Тепӗр чух этем ӑна-кӑна тарӑнах ӑнкараймасть ҫав, кӗренет те, кирлӗ ӗҫрен пӑрӑнса, пуҫа каҫӑртса пурӑнать. Эпӗ те, ав, ҫарта чух Иннӑран хыпар илтӗм те тутана тӑсрӑм, ҫырури виҫӗ пӑнчӑна «качча тухатӑп» тесе ӑнлантӑм. «Вилетӗп» тесе ҫырма хал ҫитереймен-мӗн Инна.

Хӗр ӗмӗре пӑсӑлнӑшӑн, путсӗр ҫынна качча тухнӑшӑн Инна кӑна айӑплӑ-и? Ҫук, ыттисен те пур айӑпӗ. Уйрӑмах — манӑн. Иннӑн юлашки ҫырӑвне илнӗ хыҫҫӑн хурав ямалла пулман-и-ха ман? Пулнӑ. Ма апла ҫырнине, мӗн пӑтӑрмах сиксе тухнине ыйтса пӗлмелле пулнӑ, Тен, эпӗ ҫакна вӑхӑтра тавҫӑрса илнӗ пулсан, вӑхӑтра сас панӑ пулсан, Инна шӑпи те хуйхӑллӑ-суйхӑллӑ пулас ҫукчӗ, Ухватовӑн ӗҫӗ те сиксе тухмӗччӗ.

Эх, эпӗ те ҫав…

Загрузка...