11

Лисук кинемей, килкартинче кӑштӑртатаканскер, мана курсан, аллинчи сенӗкне пӑрахрӗ те пӗртелле васкарӗ.

— Ай, выҫса вилетӗн пуль. Ир-ирех тухса кайрӑн та… Атя, ывӑлӑм, кӑшт-кашт ҫырткаласа ил.

Кил хуҫи сехет каяллах апат хатӗрлесе лартнӑ-мӗн. Хуппине шуратса ҫӗрулми пӗҫернӗ те, ан сивӗнтӗр тесе, тирӗкне алшӑллипе хупласа лартнӑ. Мӗн ачаран юратнӑ апат, уйран, та пур.

Сӗтел хушшине вырнаҫрӑм ҫеҫ — тӗпелтен Лисук кинемей тӗтӗмленӗ аш, типӗтнӗ пулӑ, хура вӑлча, апельсин ҫӗклесе тухрӗ.

— Хӑналан, ывӑлӑм, ― терӗ.

— Ку ҫимӗҫе ӑҫтан тупрӑн, кинемей, ― тӗлӗнсех кайрӑм эпӗ.

Кунашкалли Уйкас лавккинче мар, район центрӗнче те сайра хутра тӗл пулать.

— Ырӑ ҫынсем пулӑшаҫҫӗ. Лидия Гурьевна илсе килчӗ. «Сан хӑна лавккана ҫӗремест, столовӑя та пымасть. Сӑйла ӑна», ― терӗ.

— Миҫе тенкӗ сӑптӑрса кайрӗ?

— Ай, пӗр пус та илмерӗ. Ҫынни ҫапла вӑл, ывӑлӑм. Такама та пулӑшать. Хуть мӗн ыйт — тупса парать Лидия Гурьевна. Уйкассене лавккаран нихҫан та пуш алӑпа ямасть. «Ӗҫ укҫи илсен килсе паратӑн», ― тет те кирлӗ тавара вӑшт кӑларса тыттарать. Пурте хисеплетпӗр ӑна. Шел, ырӑ ҫыннӑн та пурнӑҫӗ ӑнмасть — мӑшӑрӗпе уйрӑлнӑ вӑл. Икӗ ачапа Уйкаса килсе кӗчӗ. Ай, маттур! Ай, вӑр-вар! Лӑпӑр-лӑлӑр пӗрт туянчӗ те ҫулталӑк хушшинчех кермен ҫурт ҫавӑрса лартрӗ. Ҫи, ҫи, ывӑлӑм…

Мӗн пулчӗ мана — апат анмасть. Ӑшра темскер йӑшкать. Тӑнран тухӑн ҫав: курман-илтмен хӗрарӑм ман валли апат-ҫимӗҫ ҫӗклесе килет. Мӗне пӗлтерет ку? Шак хуни пулмасть-и?

— Ку апат-ҫимӗҫе, кннемей, паянах каялла кайса пар, ― терӗм те, сӗтел хушшинчен тухса, урамалла пӑхрӑм. Урам хушшипе, тусан мӑкӑрлантарса, тимӗр листисем тиейӗ машина кӗрлеттерсе иртрӗ.

Иккӗлентерекен шухӑшсем аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗчӗсем евӗр умлӑн-хыҫлӑн капланса килеҫҫӗ. Ара, апат-ҫимӗҫ тултарнӑ кутамккана улмурине кам кайса пӑрахнӑ? Тен, ӑна ятарласа пытарнӑ? Апат-ҫимӗҫ ҫыртарнӑ накладнойӗ мӗнле лекнӗ тата унта? Вӑрланӑ е илсе тарнӑ пулсан, сас-хура пулмалла, унта-кунта евитлемелле. Милици уйрӑмӗнче те, ял Советӗнче те унашкал хыпар ҫук. Лидия Гурьевна та шӑпӑртах. Накладнойӗ ҫине иккӗн алӑ пуснӑ: Лидия Гурьевнӑпа база ҫынни, тавар парса яраканни. Апла кирлӗ документах вӑл, Мӗн калать-ха ун пирки сутуҫӑ хӑй?

Уйкас лавккине тухса вӑркӑнтӑм. Шел, сӑмахласси-тӗпчесси пулмарӗ — алӑка икӗ ҫӑрапа питӗрсе илнӗ. Лидия Гурьевна канашлура каланине шута илнӗ те, тен, килте тӑрмашать. Ачаллӑ хӗрарӑм вӑл. Выльӑх-чӗрлӗх те тытать. Ял ҫыннин вӗт хуҫалӑхра та ӗҫ мӑй таранах.

Лавккаран инҫе мар тӑкӑрлӑкра пурӑнать Лидия Гурьевна.

Тиркемелли ҫук: хӗхӗм ҫурт-йӗр ҫавӑрнӑ вӑл, шурӑ кирпӗчрен, тӑррине тутӑхман тимӗр витнӗ. Урамалла ултӑ чӗрече, пахчаналла — иккӗ. Пурте эрешлӗ. Картишне бетон сарнӑ, тап-таса. Лаҫӗпе кӗлетне шифер витнӗ. Нӗхреп алӑкне хирсе уҫнӑ-тӑр, ҫӑра ҫаклатмаллине тӑпӑлтарса кӑларнӑ.

Ун-кун пӑхкаласа, ҫенӗке кӗтӗм. Унта икӗ хӗрача ларать. Пӗри, виҫӗ ҫулхискер, пуканепе вылять. Тепри пиллӗксенче пулӗ. Вӑл чӑматанти япаласене ҫавӑрттарать. Аялтан тӑхӑнмалли кӗпе, шурӑ платье, хӗрлӗ ҫӗҫеллӗ тутӑр кӑларса пӑрахрӗ. Акӑ, мӑй ҫыххипе чӗркене ҫыхӑ туртса кӑларчӗ. Тӗввине салтса, енчен енне ҫавӑркаларӗ те — вӗл-вӗл вӗлтӗртетрӗҫ ҫӗрелле хут укҫасем. Ҫирӗм пилӗк тенкӗлӗххисем! Перекет кӗнекисем виҫҫӗ таран!

Хӗрачасем мана асӑрхарӗҫ те хыҫалти пӗлӗмелле таптарчӗҫ, япалисене те пуҫтармарӗҫ.

Шалт та палт тӗлӗнсе, хускалмасӑр тӑтӑм эпӗ. Ара, ик ачаллӑ хӗрарӑм ҫулталӑк хушшинчех ҫурт-йӗр ҫавӑрать. Курӑнать, татах укҫа пур унӑн. Перекет кӗнекисем тата?.. Сутуҫӑн шалӑвӗ пысӑк мар — ҫӗр ҫирӗм тенкӗ кӑна. Ҫапах перекет кӗнекине хумалӑх пуҫтарнӑ-ха вӑл укҫине. Тен, ашшӗ-амӑшӗ пилленӗ?.. Тен, кӗнекисенче пӗрер-икшер тенкӗ кӑна. Ютшӑнмарӑм, перекет кӗнекисене уҫса пӑхрӑм: пӗрне, тепӗрне… Куҫпуҫ алчӑраса кайрӗ: тӑватӑ пин!.. Ултӑ пин!.. Сакӑр пин!.. Пӗр хулара мар тата: Хусанта, Ӗпхӗре, Саратовра…

Пӗр кӗнекине те хампа илмерӗм. Хӑҫан тата хӑш перекет кассине миҫе тенкӗ куҫарнине ҫырса илтӗм те кӗнекисене каялла пӑрахрӑм, малти пӗлӗме кӗтӗм.

Кухньӑра Лидия Гурьевна сасси илтӗнчӗ:

— Улӗм те, Гера, ӗҫ ӑнса пытӑр.

Чанк! чанклатрӗҫ черккесем.

— Эх, епле селӗм сӗткен! Маттур эс, Литюҫ, ― кушак аҫи евӗр мӑрлатрӗ хулӑн саслӑ арҫын.

— Пултарни-мӗнӗ… Ҫимӗҫе ҫӗртсе яма юрамасть. Кӑҫал, акӑ, чие те пысӑк тухӑҫ парать, хӑмла ҫырли те…

— Улма-ҫырла пирки мар-ха, ӗҫ пирки пуплетӗп, Литюҫ. Шуҫтимӗре туххӑмрах вырнаҫтартӑмӑр. Лавккана пушатса чӑрманмарӑмӑр, тӗрех Еххим пичче патне вӗҫтертӗмӗр. Накладнойӗсене паянах ҫунтарса яр. Пӗлсен-тусан, е Еххим пичче персе ярсан…

— Апла-капла ҫын мар вӑл, вӑрттӑнлӑха упрама пӗлет. Хӑй тупса пама ыйтрӗ тата.

— Кай, хальхи ҫынна пӗлме ҫук. Хӗстерме тытӑнчӗҫ-тӗк…

— Эй, мӗн калаҫатӑн, Гера? Пӗрремӗш хут-им? Уйкаса никам та килмест. Кулагин кӑна сенкӗлтетсе ҫӗрет. Пӗр-пӗр дефицит тыттаратӑп та ҫӑвар та уҫмасть. Уҫмӗ те. Анланать вӑл.

— Милици ҫыннисем ӑслӑ вӗсем, пысӑк тавракурӑмлӑ. Халӗ пур ҫӗрте те «ӗҫлемесӗр илнӗ тупӑш» та «ӗҫлемесӗр илнӗ тупӑш» теҫҫӗ. Ҫак сӑмахсене пирӗн ҫума та ҫыпӑҫтарма пултараҫҫӗ, Литюҫ. Асӑрханмалла. Сыхлӑ ҫынна турӑ та сыхлать.

— Ӑна-кӑна чухлатӑп-ха. Итле-ха, Гера, ман тепӗр заказ пур: «Жигули» ураписем кирлӗ. Сакӑр урапа.

— Саншӑн, Литюҫ, тем те тупӑпӑр. Хӑҫан илсе килмелле?

— Леш эрнере. Анчах лавккана мар, тӗрех кирлӗ ҫӗре ӑсатӑпӑр.

— Пӗрремӗш хут мар, майлаштаратпӑр. Халлӗхе, Литюҫ, сывӑ пул.

— Ах, аплах ан васка-ха. Килетӗн те, чӗре хӗлӗхӗсене хускататӑн та… ҫухалатӑн.

— Тархасшӑн, ан кӗрен, Ӗҫ пур, Васкавлӑ ӗҫ, Хучашра пулмалла.

— Пӗлместӗп тетӗн-и? Хӗрарӑм пур сан унта, Вӑл та суту-илӗ ҫынни. Ӑна базӑра тӗл пултӑм та ҫапла каларӗ: «Герӑна пулах упӑшкаран уйрӑлтӑм», ― терӗ. Пӗр хӗрарӑм ҫитмест-им сана? Эпӗ пур вӗт-ха? Унта-кунта ҫӗресе, тархасшӑн, ан ҫунтар мана. Ют хӗрарӑмпа ан ҫыхӑн.

— Апла-капла шухӑш мар-ха. Ӗҫ пур. Хучаш ҫыннисем валли уйӑрнӑ хӗҫтимӗре хуларах ярӑнтартӑмӑр. Кун ҫинчен магазин заведующине пӗлтермелле. Атту шӑв-шав хускатма пултарать. Кала пӗрех хут: Уйкасра мӗнле хыпар-хӑнар пур?

— Яла следователь килнӗ. Леш Ухватов ӗҫӗ пирки.

— Ыйтсан-тусан, ҫапла кала: эп паян Уйкасра пулман.

— Ай, кам шырать сана, Гера?

Эпӗ текех чӑтса тӑраймарӑм, сӑмах хушрӑм:

— Хуҫисем пур-и?

— Пур, ― кухньӑран вирхӗнсе тухрӗ Лидия Гурьевна. Куҫӗсем йӑл та йӑл кулаҫҫӗ хӑйӗн. ― Ой, Юрий Иванович! Хуняма савать сире. Шӑпах апат тӗлне пултӑр. Хуларан пичче персе ҫитрӗ те… Чей ӗҫетпӗр. Атя, эсӗр те хӑна пулӑр.

—Тавтапуҫ. Тин ҫеҫ апатланнӑ эпӗ, ― терӗм, алӑк патӗнчен пӗр шит те иртмерӗм.

— Ой, ҫав апат-ҫимӗҫ пирки-и? — аллине сулчӗ Лидия Гурьевна, эпӗ кӗсьене хыпашлама тытӑнсан. — Ан чӑрманӑр. Пӗр пус та кирлӗ мар. Кучченеҫшӗн укҫа илмеҫҫӗ. Эсир, Юрий Иванович, пирӗн яла пуҫласа килнӗ. Уйкасра йӑли ҫапла: хӑнана лайӑх пӑхмалла. Лисук кинемейӗн апат-ҫимӗҫ хӗсӗкрех. Ара, пӗччен карчӑка пулӑшас терӗм… Эпӗ кӑна-и? Ытти кӗршӗсем те ҫапла тӑваҫҫӗ. Эпир, уйкассем, пӗр ҫемье пек пурӑнатпӑр, пӗр татӑк ҫӑкӑра та пайӑн-пайӑн пайлатпӑр.

— Ҫак накладноя ҫухатнӑ-и эсир е кама та пулин панӑ? — улмуринче тупнӑ хута Лидия Гурьевнӑна кӑларса кӑтартрӑм.

Ним калама аптраса тӑчӗ сутуҫӑ. Сӑнран ӗкрӗ.

— Ҫухатнӑ-и е кама та пулин панӑ ӑна эсир? — тепӗр хут ыйтрӑм эпӗ.

— Ой, никам та ӗненес ҫук, ― ассӑн сывларӗ Лидия Гурьевна. ― Хулара апат-ҫимӗҫ туянтӑм та накладноя кутамккана чикрӗм. Ҫула май киле кӗтӗм те кутамккана лаҫҫа лартрӑм. Шоферӗ васканипе накладной ҫинчен маннӑ кайнӑ. Лавккана мӗн-мӗн турттарса килнине шутлама тытӑнтӑмӑр та… накладной ҫук. Шӑпах ҫав вӑхӑтра ача садӗнчен шӑнкӑравларӗҫ: хӗрӗм чирлесе ӗкнӗ. Эх, вӗткелентӗм вара! Больницӑран ҫӗрле тин таврӑнтӑм. Пӑхатӑп — кутамкка ҫук… Пускилсем кӗртсе хунӑ пуль тесе, пӗрин патне пырса ыйтрӑм, теприн патне — никам та пӗлмест, Ах, кам алхасрӗ-ши?

— Чимӗр-ха, хӑвӑр валли туяннӑ пулсан, накладной ҫыраҫҫӗ-и вара? Накладнойра кӑтартнӑ пурлӑх йӑлтах кутамккара пулнӑ вӗт. Ҫӗнӗ йӑла-йӗрке-и ку? Ҫӗнӗ меслет-и?

Лидия Гурьевна шарламарӗ, ман ҫине тӗлӗнсе те тарӑхса пӑхрӗ.

— Ну, юрӗ. Хӑнана ӑсатсан, ял Советне пырӑр. Ку документ пирки унта сӑмахлӑпӑр, ― терӗм те накладноя каялла чикрӗм. ― Чӑматанри япаласем те ҫухалма пултарӗҫ — ҫенӗкре сапаланса выртаҫҫӗ.

— Ай, тур ҫырлахтӑрах! — пӗҫҫине шарт ҫапрӑ Лидия Гурьевна, ҫенӗкелле талпӑнса.

Эпӗ урама тухрӑм. Тӗпере пӗр пелӗт татки те курӑнмасть. Лӑпкӑ ҫил варкӑшӗ чуна уҫӑлтарать. Ҫапах пӑчӑ мана. Тӑвӑннӑ чун урамра та лӑпланаймасть. Чӑнах, хытсах каймалла вӗт. Куҫ умӗнчех иртӗхет Лидия Гурьевна. Уйкассем ӑна урӑхла ӑнланаҫҫӗ, ял ҫыннисемшӗн тӑрӑшать теҫҫӗ. Ҫӑткӑн ҫын, выҫӑ куҫлӑ хӗрарӑм вӑл. Унӑн пӗртен-пӗр ӗмӗт — укҫа тупасси. Тар юхтарса тунӑ тетӗр-и эсир ӑна ҫав виҫ кӗнекери пуянлӑха? Ҫук пуль. Ку ӗҫе вӑраха яма юрамасть, паян-ыранах милици ҫыннисене явӑҫтармалла.

Кам вӑл Гера? Ӑҫтан япаласем тупать? Еххим пиччене хӗҫтимӗр ӑҫтан тупса панӑ? Камсемпе ҫыхӑннӑ Лидия Гурьевна? Пӗтӗмпех пӗлмелле, тӗпчемелле, тӑрӑ шыв ҫине кӑлармалла.

Пик-пик! пиклетрӗ машина. Сасӑ илтӗннӗ еннелле ҫаврӑнса пӑхрӑм. Машина тӑп чарӑнчӗ. Совхоз директорӗ иккен. Уй-хиртен таврӑнать.

— Мӗнле, Юрий Иванович? Вӗҫӗ-хӗрри курӑнать-и? Тӗлли-палли пур-и? — ыйтрӗ ҫул ҫинче совхоз директорӗ. ― Асӑрхануллӑ пул Лидия Гурьевнӑпа. Виҫӗ пуслӑх япала парать те кайран пин тенкӗлӗх ӗҫ тутарать.

Кулагин ҫинчен те каласа кӑтартрӗ совхоз директорӗ. Иккӗшӗ те пӗр ялтан иккен вӗсем. Лидия Гурьевна та, Кулагин та. Совхоз директорӗ вӗсене мӗн пӗчӗкренех пӗлет. Вӑр-вар та тӑрӑшуллӑ ҫын пек кӑтартнӑ хӑйне Кулагин. Каникулсенче уй-хирте тӑрмашнӑ. Ҫакна шута илсе, совхоз ӑна ялхуҫалӑх институтне вӗренме янӑ. «Текех пӗр вырӑнта тӑпӑртатса тӑмастпӑр, ят илетпӗр», ― тенӗ уйкассем, Кулагин институт пӗтерсе таврӑнсан. Ара, вӗсен те аслӑ пӗлӗ илнӗ агроном пур ӗнтӗ. Ютран килнӗ ҫын мар, ҫак тӑрӑхра ӗснӗскер.

Ҫапах та ҫӑмӑл мар иккен агроном ӗҫӗ. Ир-ирех ыйхӑран вӑранса хире тухмалла, ҫӗр вӑрттӑнлӑхӗсене алла илмелле. Хӗрсе тулӑ акмалла ак, чашлаттарса ҫумӑр ҫума тапратрӗ. Икӗ талӑксӑр та чарӑнмарӗ, мур илесшӗ. Кайран, чӑнах та, кӑшт уяртрӗ. Тӑпра та самай кушӑхрӗ. Кулагин, хавасланса, тракторсене хире илсе тухрӗ. Сеялкӑсене те вӑрлӑх тултарнӑччӗ ӗнтӗ, акма ҫеҫ тытӑнмалла — ҫумӑр лӗшкеме пуҫларӗ. Ҫавӑнпа ака ӗҫӗсене вӗсем эрне кая юлса вӗҫлерӗҫ. Эх, хӑтӑрчӗҫ те ҫакӑншӑн ӑна районта.

Хурт-кӑпшанкӑсене пӗтерме тесе, уй-хире имҫам сапрӗҫ те Тӗпешнери тырпул йӑлт типсе-хӑрса ларчӗ. Каллех Кулагина айӑпларӗҫ. Усентӑрансене хӑртмалли препаратпа усӑ курнӑ иккен вӑл. Шуйттан пӗлсе ҫитет-и? Тем тӗрлӗ имҫам та пур, акарцид, гербицид, дефлорант… Кам шухӑшласа кӑларнӑ вӗсене — чӗлхе тепле хуҫӑлмасть. Ку хутӗнче Кулагина Шупашкара чӗнсех пӗҫерккӗ пачӗҫ, тӑкакне те тӗлеттерчӗҫ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Кулагин уй-хиртен тарчӗ — милицие вырнаҫрӗ. Хулара икӗ уйӑх вӗренкелерӗ те милнци лейтенанчӗ пулса тӑчӗ. Хӑй ӗҫне Кулагин хӑвӑрт хӑнӑхрӗ, Ӑна халь йӗпе-сапа кансӗрлемест. Уй-хир тӑрӑх та сулланса ҫӗремелле мар. Йӗрке пӑсакан тупӑнчӗ-тӗк, штраф тӗлеттерет те, лӑпланать лешӗ.

— Кулагин хӑй те йӗркене пӑсать. Машина туянчӗ те урам варринех гараж майласа лартрӗ. Никамран ыйтмасӑр. Ҫитменнине, пӗр кирпӗч тытса пӑхмарӗ хӑй — йӑлтах машинӑпа трактор паркӗнчи слесарьсем тӑрмашрӗҫ. Ӗҫ вӑхӑтӗнчех. Хӑтӑрса илтӗм те Кулагина — тепӗр куннех пушарниксем вӗҫтерсе ҫитрӗҫ. Унтан — шыв инспекцийӗ, санитари инспекцийӗ… Штраф хыҫҫӑн штраф тӗлеме тиврӗ. Кулагин йӑхлатса кулать: «Милици ҫыннисемпе ӗлӗм те хирлешетӗн-и? Татах пакӑлтатса ҫӗретӗн-и?» — тет. Еретлӗ ҫын мар вӑл. Сӑмах тӗксе илтӗн-тӗк, тавӑрма тытӑнать. Каҫ пулсанах, Лидия Гурьевна патне каҫать, ― тарӑхса калаҫрӗ совхоз директорӗ.

Загрузка...