Тепӗр сехетрен тӗрӗссине пӗлтӗмӗр: Хлимун иккен вӑл. Чураш ҫынни, колонирен тухса тарнӑскер. Чее вӑл, хатарлӑ та кӑткӑс. Ыйту ҫине ыйту паратӑп, вӑл калаҫасшӑн та мар. «Шырӑр, тупӑр. Ҫавӑншӑн шалу илетӗр», ― тет кӑна. Куҫӗсене хӗссе, тута хӗррисене чӗтрентерсе сӑмахлать. Хӑй вара пӗртте хускалмасть, вӗҫӗмсӗр урайнелле пӑхать.
Чурашри магазина ҫаратсан, ӑна пирвай Аброськин тӗпченӗ. Ун чух вӑл татти-сыпписӗр пакӑлтатнӑ. Айӑпласси ҫинчен сӑмах хускатсан та пӑлханман. Халӗ, ав, апла-капла перкелешмест, асӑрханать, пытарать.
Эпӗ те ӑна тӑруках айӑпламарӑм, улмуринче мӗн-мӗн тупни ҫинчен те пӗлтермерӗм. Кӗтрӗм, айӑпа йышӑнасса, мӗн-мӗн хӑтланни ҫинчен каласа парасса кӗтрӗм. Хам ҫав вӑхӑтра Уйкас ҫыннисемпе калаҫрӑм, экспертсем патӗнче пултӑм…
Аброськин та ӗҫсӗр лармарӗ, дружинниксем пухса, Хлимун ҫӗренӗ вырӑна пӗр тӗмӗ юлмиччен тӗреслерӗ. Хлимуна тытнӑ вырӑнта, юман хӑвӑлӗнчен, юнпа вараланнӑ йӗм, кӗллине ҫапнӑ мӑшӑр пушмак туртса кӑларнӑ. Шӑпах эп шыранӑ — кӑсӑкланнӑ пушмак! Йӗм кӗсйине, хутпа чӗркесе, артистсем усӑ куракан хуп-хура усси чикнӗ-мӗн.
Улмуринче тупнӑ япаласен хуҫи те тупӑнчӗ.
Вуннӑмӗш талӑкра Хлимуна следователь пӗлӗмне чӗнтертӗм.
Пӗлӗме вӑл пуҫне усса, мӑш-мӑш сывласа кӗчӗ, алӑк патӗнче тӑн-тан пӑхкаласа тӑчӗ.
— Иртсе ларӑр, ― хыҫлӑ пукан еннелле тӗллесе кӑтартрӑм ӑна. ― Мӗн ятлӑ эсир? Ӑҫта ӗҫлетӗр?
— Атте-аннене те, хам ята та пӗлместӗп. Шыв лупашкинче тупнӑ мана. Ача ҫуртӗнче ҫитӗннӗ. Хӑш хулара — астумастӑп. Пӗрисем мана Мӗкӗте тесе чӗнеҫҫӗ, теприсем — Микула, виҫҫӗмӗшӗсем — Макар. Хӑшӗ тӗрӗс — татса калаймастӑп. Ҫав пӑтӑрмаха пула паспорт та илеймерӗм, тӗнче касса ҫӗрерӗм, ― малтанхи юррах юрларӗ Хлимун.
— Юптаратӑн, ― ҫавӑнтах чартӑм ӑна. ― Хлимун ятлӑ эсӗ. Микихвер ывӑлӗ. Хушамату — Жмотов. Чураш ялӗнче ӗснӗ. Вунпилӗк талӑк каялла Чурашра пулнӑ эс, аннӗ патӗнче… Наҫтаҫҫи ятлӑ вӑл. Ак мӗн каласа пачӗ аннӗ…
Амӑшӗн кӑтартӑвӗпе паллаштартӑм та, Хлимун хирлешме пӑрахрӗ. Ун уринчи пушмак йӗрӗсенчен ӑсталанӑ кӗмерккесене кӑтартсан, карт сикрӗ. Ҫапах нимӗн те каламарӗ, чӗнмерӗ.
— Утӑ уйӑхӗнче эс колонирен тухса тарнӑ. Патшалӑх пурлӑхне ҫаратнӑшӑн лекнӗ эс унта. Ма татах вӑрлатӑн?
— Чӑнах та, Чурашра алхаснӑччӗ. Юлташсем пӗрмай сӑйлаҫҫӗ. Хам та хӑналӑттӑм — укҫа-тенкӗ хӗсӗкрех. Ӗҫлес килмест. Ирӗксӗрех магазина кӗтӗм…
— Чурашра кӑна мар-ха, Уйкасра та пайтах аташнӑ. Ҫапла-и?
— Уйкас ӑҫтине те пӗлместӗп. Чӑнласах калатӑп: урӑх ҫылӑха кӗмен эпӗ.
— Тунатӑн эппин. Юрӗ, хам аса илтерем: шкул столовӑйенчен апат-ҫимӗҫ илсе тухнӑ эс.
— Кам курнӑ мана? Кам тытнӑ?
— Ыйтусене следователь парать. Уйкас магазинне эс виҫӗ хут кӗнӗ, апат-ҫимӗҫ сӑтӑрса тухнӑ.
— Тӗрӗс мар! Магазинта ӗҫлекенни, Лидия Гурьевна теҫҫӗ-и, хӑй йӑкӑртать, патшалӑх шучӗпе пуять… Тӗрмерен тухса тарнӑ тесе, пур преступление те ман ҫине йӑвантармалла-и?
— Татах асӑрхаттаратӑп: эсӗ мар, следователь тӗпчет, следователь ыйтать.
— Мана мар, Лидия Гурьевнӑна тӗрӗслӗр. Вӑл патшалӑха ҫаратать, тавар туянакансене куҫкӗрет улталать. Кашни ҫынтанах ик-виҫӗ пус йӑкӑртса юлать. Ахальтен мар вӑл шыҫӑнса-самӑрланса кайрӗ. Кайса пӑхӑр ун патне, сахал тӗл пулакан япаласем купипех тупӑнӗҫ унта. Хаклӑ хакпа ярӑнтарать те кайран «вӑрларӗҫ» тесе сас-хура сарать.
— Апла, Лидия Гурьевна кӗлетӗнче те пулнӑ эс?
— Ахӑ. Икӗ хутчен ун пурлӑхӗпе паллашрӑм. Нӗхрепӗнчен шӑрттан, типӗтнӗ аш илсе тухрӑм, анчах кил хуҫи аш-пӑш хухнине сисмерӗ те. Кулагина та шарламарӗ ун пирки.
— Вӗсем туслине ӑҫтан пӗлетӗн?
— Пӗлетӗп. Юнкунсенче курнӑҫаҫҫӗ вӗсем. Кулагин пырсан, чӗречесене утиялпа хупласа хураҫҫӗ, ҫутӑ хыҫалти пӗлӗмре кӑна ҫунать. Ӗненместӗр-тӗк, тӗрӗслеме пултаратӑр.
— Маруҫ мунчине мӗн шырама кӗтӗн?
— Нимӗнле Маруҫа та пӗлместӗп. Нимӗнле мунчара та пулман — пӗвере ҫӑвӑннӑ.
— Ҫак кепкӑна ӑҫта хӑвартӑн? — Маруҫ аппа панӑ сӑмсасӑр карттуса илсе кӑтартрӑм эпӗ.
— Тӗнчере тӗрлӗрен кӗнчеле, теҫҫӗ. Карттуссем те тем тӗрли пур. Таси те, вараланни те…
— Ҫак ҫӗҫ пӗрчисем камӑн тата? — Маруҫ аппа кӑкласа юлнӑ ҫӗҫ пайӑркине кӑлартӑм. ― Сан пуҫран тӑпӑлтарнӑскер вӑл. Эксперт ҫапла ӗнентерет. Мунчаран тухсан, ҫӗрулми кассисем урлӑ чупнӑ…
— Юрӗ, пытармастӑп: мунчара та пултӑм, нӗхрепре тупӑннӑ шӗвеке ӗҫрӗм те ҫанҫурӑм вӗриленсе кайрӗ. Чун-чӗм хускалчӗ, тӑтӑм та Уйкаса таплаттартӑм…
— Выртса тӑмалли, канмалли вырӑн санӑн — улмури. Ҫапла-и?
— Пӗлӗт айӗнче ҫывӑрас ҫук, паллах.
— Мунчара мӗн пулса иртрӗ? Маруҫ аппана хӑҫантанпа пӗлетӗн?
— Маруҫ-и вӑл е Тарье — татса калаймастӑп. Ҫапах ӑнлантӑм: хӗрарӑмсем те тӗрлӗрен пулаҫҫӗ иккен. Пӗрисем пӗрре курсах йышӑнаҫҫӗ, теприсем — тапса сирпӗнтереҫҫӗ. Ку та хӑвӑрт ирӗлесскер пулмарӗ. Ҫур ҫӗр иртсен, мунчана кӗтӗм. Уйӑх ҫутипе мунчара та тӗттӗм мар. Пӑхатӑп, сак ҫинче хӗрарӑм выртать. Ҫара пӗҫӗллӗ хӗрарӑм. Аялти кӗпепе кӑна хӑй. Аллисене вӗҫекен кайӑк евӗр саркаланӑ… Чӑтаймарӑм, юнашар кӗрсе выртрӑм… Ачашлама пӗлмерӗм-тӗр. Ытамран вӗҫерӗнчӗ те хӑпӑл-хапӑл сиксе тӑчӗ, алла пуртӑ ярса тытрӗ… Тухса тартӑм вара… Ку вӑл ирсӗр ӗҫ мар. Ку вӑл — хӗрарӑмпа паллашма тӑни.
— Ҫуран утасшӑн мар иккен эс, Хлимун. Ялтан яла велосипедпа ҫӗренӗ.
— Тӗрӗс. Ура тупанӗ ҫӗхелесрен хӑратӑп. Колонирен тарсан, икӗ эрне ытла ҫуран танккарӑм, апат-ҫимӗҫ шырарӑм. Пӗр пахчана хӑяр пуҫтарма кӗрсен… Йӗркеллӗ хуҫа велосипеда сарайне лартать е ҫурт умне тӑратать. Ку, ав, сысна вити умне пӑрахнӑ. Кустӑрмисем те, йӗпписем те — пурте пылчӑклӑ. Кирлӗ япалана хуҫа типтерлӗ тытать, шанчӑклӑ вырӑнта упрать. Апла ку икӗ кустӑрмаллӑ тимӗр татки никама та кирлӗ мар. Эпӗ усӑ курма тытӑнтӑм вара. Самай пулӑшрӗ вӑл мана. Велосипеда Кулагин сӗтӗрсе кайсан вара улмури патне тек таврӑнмарӑм. Йӗр ҫине ӗкнине туйрӑм. Ман пата пирвай Уйкас ҫынни пырса кайрӗ, унтан — Кулагин. Милици лейтенанчӗ пынӑ чух сунартан чылай кая юлса таврӑнтӑм — Чӑрӑшкассинчен пӗр михӗ апат-ҫимӗҫ, тепӗр михӗ кӗпе-тумтир тупса килтӗм. Кустӑрмана улӑмпа витрӗм те, каюра пек шӑтарса, улмури ӑшне кӗрсе выртрӑм. Тӗлӗрсе кайнӑччӗ кӑна — чӑштӑртаттарнӑ сасӑ илтӗнчӗ. Улӑма хуллен сирсе пӑхрӑм та, ак тамаша! — пӑравус пек хашлатса, улӑма Кулагин унталла та кунталла салатать. Велосипед туртса кӑларчӗ, тӗккелесе-ҫавӑркаласа пӑхрӗ. Йӗпеннӗ кустӑрмисем те интереслентермерӗҫ ӑна. Ҫавӑнтах утланса ларчӗ те ялалла вӗҫтере пачӗ. Вара эп…
— Вара эс вӑрманта пурӑннӑ, Хурама варӗнче чаваланнӑ. Ҫӗрпӗрт тума тытӑннӑ. Тиркемелли ҫук, хӗхӗм вырӑн тупнӑ. Пырса пӑхсан та, ҫын выртса тӑнине чухлаймӑн. Тарӑн ҫырма. Ҫӗҫелӗх. Ҫырма хӗрринчи лӑстӑр хурама армак-чармак тымарӗсене сапаланӑ. Тымарсем хушшинче — шӑтӑк. Шалалла кӗнӗ майӑн анлӑланса пыраканскер. Тӑпра ан ишӗлтӗр тесе, маччине те, стенисене те ҫӗҫе тураттисемпе тӗкӗленӗ. Ҫыран хӗрри ан такӑрлантӑр, ура йӗрӗ ан палӑртӑр тесе, шӑтӑк умне ҫапӑ сапаланӑ. Пурпӗрех паллӑ пур — ҫапӑ хушшине тӑпра тӑкӑннӑ. Шӑтӑкран кӑларнӑ тӑпра.
— Ай-яй, вӑйлӑ йӗрленӗ, ― пуҫне пӑркаларӗ Хлимун.
— Ҫӗрпӗрте эс миххи-миххипе апат-ҫимӗҫ сӗтӗрнӗ, ӑшӑ тумтир йӑкӑртса пынӑ. Чылайлӑхах чарӑнас тенӗччӗ-и унта?
— Ҫӗрпӗртре ҫулталӑк пурӑнма шутларӑм. Хӗл кунӗсенче, упа пек, ал лаппи ҫулласа выртаймӑн. Хырӑм выҫсан та тухса ҫӗреме юрамасть — йӗр юлать. Паллах, эпӗ тӗрмерен тарни ҫинчен пур ҫӗре те пӗлтернӗ. Анне патне те пырса пӑхнӑ ав. Пӗрер ҫултан тимлӗх чакать, мана та шырама пӑрахчӑр терӗм.
— Вулама та юрататӑн эс, Хлимун. Уйрӑмах ҫак кӗнекене кӑмӑллатӑн, ― сӗтел ҫине «Записки следователя» кӑларса хутӑм. ― Икҫӗр хӗрӗх тӑваттӑмӗш страницӑна ҫитнӗ.
— Ҫынсенчен пытанса пурнасси — тӗрмере ларнинчен те харушӑрах, Вӑхӑт иртмест. Ирӗксӗрех вулӑн. Уйкас библиотекине ҫӗрерӗм. Ҫынсем ыйха путсан, уҫӑ юраттарса кӗреттӗм.
Хлимун тӗнмарӗ: хаҫан тата мен-мӗн вӑрланине йӑлт каласа кӑтартрӗ.
Ҫавӑнтах пукан ҫине витнӗ хаҫата сирсе пӑрахрӑм та Хлимуна «Комета» магнитофонпа ҫӗрле сӑнамалли трубана кӑтартрӑм.
— Ҫак япаласене ма пӗвене пӑрахрӑн?
Хлимун пӗрре хӗрелсе, тепре шуралса кайрӗ. Чӗлхи ҫӗтрӗ тейӗн, пӗр сӑмах та чӗнмерӗ.
— Ҫак пушмак ҫинчен те каласа пар, ― Гальӑран илнӗ мӑшӑр пушмака кӑларса хутӑм эпӗ. ― Вӗсене эс ҫырмана хывса пӑрахнӑ… Аш вакламалли пуртта ҫарӗҫ пӗлӗмне кухньӑран илсе пынӑ, сейф уҫма хӑтланнӑ…
— Пулман шкулта эп, следователь гражданин.
— Пулнӑ. Столовӑйра хӑйма ҫинӗ, чӑкӑт ҫыртса пӑхнӑ… Чӑкӑтри шӑл йӗрӗсем — санӑн. Эксперт ҫапла ҫирӗплетет. Ҫапла, йӗрсем ҫухалмаҫҫӗ.
Хлимун янахӗ чӗтренсе илчӗ. Енчен енне пӑркаланчӗ. Ал лаппине пукан хысакӗ ҫумне сӑтӑрчӗ.
— Шкулта мӗн хӑтлантӑн? Ма хӗрачана пӑшалпа петӗн? Паллах, чи хӑрушши ҫакӑ. Чи йывӑрри. Апла пулин те, каласа памах тивет. Айӑпа йышӑннине, ирсӗр ӗҫ тунӑшӑн ӗкӗннине суд шута илет.
— Ну, юрӗ, калатӑп. Ӗҫ ак епле пулчӗ…
Кунӗпе Хлимун сурчӑк ҫӑтса выртрӗ. Кӗленчери шӗвеке лӑнкӑртаттарса ӗҫрӗ, ҫапах ӑш выртмарӗ унӑн. Пур-пӗрех ҫиес килет…
Таврана ӗнтрӗк хупларӗ. Хлимун улмуринчен йӑшаланса тухрӗ те, ун-кун пӑхкаласа, Уйкасалла лӗпӗстетрӗ.
Ҫырмаран тилӗ пек йӑпшӑнса-асӑрханса хӑпарчӗ, карта кӗтессине кукленсе ларчӗ. Ҫук, кунта чылай чарӑнса тӑма юрамасть — иртен-ҫӗренсем асӑрхама пултараҫҫӗ. Куракансем тӗрех кирлӗ ҫӗре евитлӗҫ. Шанчӑксӑр ҫын вӑл, иккӗлентерекен ҫын. Шӑртланса кайнӑ хӑй. Ҫипуҫӗ йӑлт лӗчӗркеннӗ, вараланнӑ. Ҫитменнине, вӑл та тӗрме тумӗ. Лере, ав, улмуҫҫисем патӗнче, мунча пур. Алӑкӗ те уҫӑ. Унта кӗрсе лармалла та ӑҫта мӗн пуррине сӑнамалла.
Карта урлӑ сиксе каҫрӗ Хлимун, мунча патне персе ҫитрӗ. Ак телей! Мунча умӗнче мӑшӑр пушмак ларать. Унпа юнашар — сӑран хутаҫ, сумка евӗрлӗскер. Пушӑ мар тата, хутаҫҫа патронсем чикнӗ. Пӗчӗк калибрлӑ винтовка та пур. Кӗтесе тӑратнӑскер. Мунчара урай хӑми ҫӑтӑртатрӗ, чӗриклетрӗ, такам ӗсӗрсе илчӗ. Хлимун тек тытӑнса тӑмарӗ — сумкӑпа винтовкӑна, пушмака ҫавӑрса илчӗ те тулалла вирхӗнчӗ. Анкартин тепӗр вӗҫӗнче хӗрарӑм утать. Вӑл Хлимуна асӑрхарӗ, анчах хыҫҫӑн пӗр утӑм та тумарӗ.
Вар хӗррине ҫитсен, Хлимун чупма чарӑнчӗ, вӑрланӑ пушмака тӑхӑнчӗ. Виҫеллӗскер пулчӗ тата, урана хӗсмест. Тек хӑрамалли ҫук ӗнтӗ. Хлимун уринче те ял ҫыннисем тӑхӑнса ҫӗрекен пушмаках. Хӗтӗленмелли хатӗр те пур. Чӑрмантаракан тупӑнсан, кам та пулин хирӗҫ тӑрсан, Хлимун хӗрхенсе тӑмӗ.
Шкул картишӗнче никам та ҫук. Ҫапах Хлимун васкамарӗ, тӗмӗ хушшине пытанса, шкулти столовӑя тимлӗн сӑнарӗ. Кухньӑра та, классенче те ҫын ҫуккине ӗненчӗ. Столовӑя вӑл сад енчен кантӑк кӑларса кӗчӗ. Холодильнике уҫса, чӑкӑт тытрӗ те кач ҫыртрӗ. Ҫук, чӑмлаймарӗ — шӑла тиврӗ, ҫыртнӑ татӑкне те каялла пӑрахрӗ. Савӑтри хӑймана вара хырӑм сарӑличченех ӗҫрӗ.
Чӗре лӑштах пулсан, кунти апат-ҫимӗҫе мунчара ҫаклатнӑ хутаҫҫа чышса тултарчӗ. Сӗтеклӗрех апат шыраса, кухньӑри савӑт-сапана ҫавӑрттарчӗ. Сасартӑк ун аллине аш вакламалли пуртӑ лекрӗ. Пӗчӗк калибрлӑ винтовкӑна кӑкӑр умне ҫакрӗ те хӑрах аллипе апат-ҫимӗҫ тултарнӑ хутаҫ, тепӗр аллипе пуртӑ йӑтса, кухньӑран тухрӗ, ҫарӗҫ пӗлӗмне кӗчӗ. Шкафран магнитофон тата ҫӗрле сӑнамалли труба туртса кӑларчӗ, сетка та тупӑнчӗ тата. Вӗсене сеткӑна хучӗ те сейф алӑкне тӗккелесе пӑхрӗ, пуртӑ вӗҫӗпе хирчӗ — лешӗ уҫӑлмарӗ. Сейф тайӑлса кайнипе ун ҫинчи шыв графинӗ урайне ӗксе ванчӗ.
Коридорта ура сассисем илтӗнчӗҫ.
— Кам унта? — кӑшкӑрчӗ хӗрарӑм. Хлимун текех сейфпа тӑрмашмарӗ, хӑйне хирӗҫ хунарпа ҫутатса ҫывхарнине курчӗ. Хӑранипе-мӗнпе пӑшалне авӑрларӗ те кӗрӗслеттерчӗ.
— А-а!.. Ху-ра-ах! — ҫухӑрса ячӗ хӗрарӑм, ҫавӑнтах ҫӗре тӗшӗрӗлсе ӗкрӗ.
Хлимун кантӑка урапа тапса ҫӗмӗрчӗ те тулалла сирпӗнчӗ. Шкул картишӗнчен тухсан, ҫырмапа уялла таптарчӗ.
Хӗрарӑм Хлимуна ятран чӗнмерӗ. Апла палламарӗ ӑна.
Ҫулсӑр-мӗнсӗр чупрӗ вӑл, такӑна-такӑна ӗкрӗ.
Йӗр юлчӗ ӗнтӗ, анчах унашкал пушмак йӗрӗсем Уйкасра пайтах пулӗ. Йытӑпа йӗрлеме тытӑнсан… Апла… апла шыва сикмелле.
Ак Киремет ҫырми. Юрать, кӑшкӑракан, хӑвалакан пулмарӗ. Йӗр ҫухатас тесе, пӗвене сикрӗ Хлимун.
Ах-ух! Мӗн амакӗ ку! Урасем хускалма пӑрахрӗҫ. Шӑнӑр хутлатса лартрӗ-тӗр… Йӗп-йӗпе тарланӑскер, тӗрех шыва сикрӗ-ҫке-ха.
Аллинчи сеткӑна шӑлпа ҫыртрӗ Хлимун. Ах, капла та ишме кансӗр — япаласем аялалла туртаҫҫӗ. Сывлӑш та ҫитмест. Кӑкӑр туллин сывлас тесе, тутине уҫрӗ те — сетка вӗҫерӗнсе путрӗ. Хлимун шырамарӗ ӑна, ҫыран хӗрринеллех чаваланчӗ…
Хлимун шӑпӑрт пулчӗ. Хускалмасть те.
— Ху мӗнле шутлатӑн, айӑплӑ-и Оля?
— Ҫук, айӑплӑ мар. Пустуй ҫылӑха кӗни…
— Кам ҫылӑха кӗнӗ вара?
— Кам?.. Тавҫӑрмалла ӗнтӗ: Лидия Гурьевна, ― тарӑхса пӗрнисене шӑтӑртаттарса илчӗ Хлимун. ― Ҫав аҫтахана пула… Вӑл… вӗсем… Герӑпа иккӗшӗ… Ы-ых!
Стакана шыв ярса тыттартӑм Хлимуна. Пӗр сывламасӑр ӗҫрӗ вӑл.
— Тавтапуҫ. Ҫыр, малалла калатӑп, ― терӗ вӑл.
Таҫта мар, хӑй пӗлнӗ яла, Уйкаса, хӗтӗртсе-хавхалантарса янӑ-мӗн Хлимуна Гера. Ылтӑн ҫӗрӗсем мар, урӑххи илӗртнӗ Герӑна. Ҫав выҫӑ куҫ Уйкасри сутуҫа малтанах пӗлнӗ, училищӗре вӗреннӗ чухнех. Сутуҫа вырнаҫсан, Лидия Гурьевна кулленех пӗр-пӗр япала хӗстерсе таврӑннӑ, Герӑна тыттарнӑ… Тавар сахалланать, анчах кассӑра укҫа ҫук. Часах ревизор килмелле. Паллах, такамӑн мар, Лидия Гурьевнанах явап тытма тивет. Сутуҫа хӑтарас тесе ӗскӗртсе янӑ имӗш Гера Хлимуна…
— Ҫапла, магазина кӗтӗм те, ― вӗчӗрхенсе илчӗ Хлимун, ― кирлӗ япаласенех кӑсьене тултартӑм. Анчах тарса хӑтӑлаймарӑм — ҫаклантӑм. Вунӑ пин тенкӗлӗх йӑкӑртнӑ тесе айӑпларӗҫ мана. Шутлӑр-ха, ӑҫтан эп пӗччен ҫавӑн чухлӗ япала ҫӗклесе тухма пултарнӑ. Анчах ним тума та ҫук — мана вӑрланӑ япаласемпе тытнӑ. Пӗтӗм айӑпа ман ҫине йӑвантарчӗҫ вӗт! Пурлӑхӗпе вара Лидия Гурьевна усӑ курчӗ. Эх, еплерех вӗткелентӗм эп. Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ӗсӗклерӗм, тавӑрма шут тытрӑм…
Тӗрмерен те ҫав ӗмӗтпех тухса тарнӑ-мӗн Хлимун. Лидия Гурьевнӑна йӗрлесе, Уйкаса ҫитнӗ…
— Пӑшал тупсан, чӑнах та, савӑнтӑм. Ҫав ӑҫтиҫуксене пурпӗрех тирпейлетӗп терӗм. Уйкаса пытӑм та… юнашар килтен анчӑк сиксе тухрӗ, хамлатма тапратрӗ. Мӗн тӑвас, тытрӑм та хаплаттартӑм. Кайран та май килмерӗ. Пыратӑп — Лидия Гурьевна патӗнче милици лейтенанчӗ ларать. Пӗррехинче кӑшт ҫеҫ ярса тытмарӗ мана. Тӑратӑп ҫапла чӗречерен сӑнаса, ура айӗнчи турат шӑтӑрт турӗ. Сисрӗ ҫакна Кулагин, ман хыҫҫӑн хӑваларӗ. Шанлаттармалла пӗрре — шӑв-шав хускаласран хӑратӑп. Хама ярса тытӗҫ. Ҫак тӗкетмӗшсем каллех канлӗхре юлӗҫ. Вӗсене эп судсӑр-мӗнсӗр… Хам пӗлнӗ пек… Эх, еплерех хӗпӗртерӗм Герӑна вӑрманта курсан. Ну, лектеретӗп тетӗп. Ну, тавӑратӑп тетӗп. Хыҫалтан хаплаттарма аван мар, ман паталла ҫаврӑнасса кӗтетӗп. Гера каялла пӑхмасть, малаллах талпӑнать. Лаштра юман патне ҫитрӗ. Унта Гера юлташӗ, Эдик, тем аппаланать, хашка-хашка юман хӑвӑлнелле темскер чышать. Эдик та мана ресторанта пӗрре мар хӑналанӑ. «Ну, хӑвӑртрах! Мӗн ҫитмӗл ҫулхи карчӑк пек мӗшӗлтететӗн?» — тет Гера. Унччен те пулмарӗ, Эдик ура ҫине сиксе тӑчӗ, ҫырманалла ӑнтӑлчӗ. Ун хыҫҫӑн — Гера. Пӑшала тӗллерӗм кӑна, таҫти муртан ман ума хитре хӗр сиксе тухрӗ. Хам та вара тӗмӗ варринелле чӑмрӑм. Вӑрланӑ япаласене пытарчӗҫ пулӗ-ха терӗм. Апла пӑшӑрханмалли ҫук, вӗсем кунта татах килеҫҫӗ тесе лӑплантартӑм хама. Тепӗртакран пырса пӑхрӑм та, юман хӑвӑлне вараланнӑ йӗм хӗстерсе хӑварнӑ, шуйттансем. Каллех темле ирсӗр ӗҫ тунӑ ӗнтӗ кусем тесе шухӑшласа тӑраттӑм — мана темле тӗреклӗ алӑсем пӗшкӗртсе лартрӗҫ… Ҫук, тек калаҫаймастӑп. Ывӑнтӑм, кантарӑр, ― терӗ Хлимун, хулпуҫҫине хускаткаласа.
Кӗҫех милиционер кӗчӗ те Хлимуна тӗрмене илсе кайрӗ…