15

Шыранӑ чух нихҫан та хама кирлӗ ҫынна тӗл пулаймастӑп эп. Ӑҫта кӑна ҫитмерӗм — Лидия Гурьевна ниҫта та ҫук, Вӑл ӑҫта пӑчланнине Уйкасра никам та пӗлмест.

Вадим трактористпа курнӑҫасси те пулмарӗ. Вӑл та ир-ирех таҫта тухса шӑвӑннӑ. Эп вара Шуршӑла тухса уттартӑм, Макар куҫ хывнӑ хӗре шыраса тупрӑм.

Шуршӑл хула мар. Сӑмахпа каласа, хӗре сӑнласа патӑм, Макар тракторист ятне асӑнтӑм та яла кӗне-кӗмен кирпӗчрен купаланӑ ҫурт еннелле тӗллесе кӑтартрӗҫ: «Люда-и?.. Медсестра-и?,. Ав ҫав ҫуртра, виҫҫӗмӗш хутра, пурӑнать». Миҫемӗш хваттерне те каларӗҫ, Анчах хӗр киле тӗттӗмленсен тин таврӑнать. Больницӑра специалистсем ҫитмеҫҫӗ те, икӗ ҫыншӑн ӗҫлет Люда. Больници те инҫетре мар тата. Ял ҫумӗнче, мӑн ҫул хӗрринче, ларать. Унтах — ем-ешӗл сад. Ҫимӗҫӗ ӑнса пулнӑ та, тураттисем пӗкӗ евӗр аялалла усӑнса аннӑ.

Мана курсан, хӗр именсе-хӗрелсе кайре. Кӑмӑлсӑрланнӑ пулӑм палӑрчӗ. Ара, хам та кӑнттамрах хӑтлантӑм пулас. Сӑмах юптарса тӑма вӑхӑт хӗсӗкрех-ҫке-ха — кӑлартӑм та кӑтартрӑм Алтатти аппа патенче тупнӑ конверта.

— Ҫак конверта кам ҫырса янӑ? Эсир мар-и?

— Ют конверта пӗҫертме епле хӑятӑр? Кам вара эсир тарӑхса кайрӗ хӗр.

Хам хушамата каларӑм та удостоверени кӑларса кӑтартрӑм. Макар ята асӑнсан, Люда тӗрех хӑраса ӗкрӗ, чӗтремех ерчӗ.

— Ҫаратнӑ-и ӑна?.. Вӗлернӗ-и!.. Ах…

Аран-аран лӑплантартӑм хӗре. Уйӑхкаялла ҫуралнӑ кун ячӗпе саламланӑ Макара Люда. Пӗр-пӗрне вӗсем икӗ ҫул хушши пӗлеҫҫӗ. Училищӗре вӗреннӗ чух, Шупашкарта, анлӑ Атӑл хӗрринче паллашнӑ. Уйкаса пыма чӗннӗ ӑна Макар, Уйкасра та медсестрасем кирлӗ-мӗн. Мӗн тӑвас тетӗн? Ҫамрӑк специалистсене комисси ӗҫе вырнаҫтарать — Людӑна Шуршӑла ӗҫлеме вырнаҫтараҫҫӗ.

— Ҫак шприцпа ӑҫта усӑ кураҫҫӗ? Медицинӑра е… ― конвертран туртса кӑлартӑм та Людӑна тыттартӑм.

— Манӑн шприц ку? ― пӗр тӑхтаса тӑмасӑр каларӗ хӗр. ― Йӗпписемпе те эпӗ усӑ курнӑ. Анчах кивелнӗ вӗсем. Юрӑхсӑра тухнӑ. Акт ҫырса пӑрахӑҫланӑ ӑна эпир. Эмалленӗ таза пӑрахрӑм та, Макар пуҫтарса чикрӗ. «Пурнӑҫра катӑк пуртӑ та кирлӗ пулать. Ма пӑрахмалла ку йӑпсене. Чиперех вӗт-ха вӗсем. Усӑ курма та пулать», ― терӗ.

«Ак тӗнче! Макар аллинче пулнӑ иккен вӗсем, Ветеринари пунктне те кӗрсе тухнӑ Макар. Нивушлӗ вӑл…»

— Ҫынни ҫапла вӑл. Пур ӑпӑр-тапӑра пуҫтарать. Ун сарайне кӗрсе курсан, куҫпуҫ алчӑраса каять. Темтепӗр пур. Пӗр минут та ахаль лармасть тата хӑй. Пӗрмай тем касать, ҫыпӑҫтарать… — хаваслансах сӑмахларӗ Люда.

Урам енчен машина сасси илтӗнчӗ. Иксӗмӗр те унталла ҫаврӑнтӑмӑр. Кантӑк умӗнче вӗр-ҫӗнӗ «Нива» тӑра парать. Руль умӗнче — Макар.

— Ак хӑй те вӗҫтерсе ҫитрӗ, ― Макара кӑчӑк туртрӗ Люда. Ӗмӗт пурнӑҫланчӗ унӑн. Машина туянчӗ.

Вӑтам пӗллӗ те тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткеллӗ Макар. Сӑн-пичӗ тулли. Куҫӗсем хура. Машина туяннӑран-ши, е савнийӗ кӗтсе илнӗрен — латсӑрах хаваслӑ вӑл.

— Уй-хир ӗҫӗсем вӗҫленсен, машина ҫине ларатпӑр та Хура тинӗс хӗррине вӗҫтеретпӗр. Хура тинӗс хӗрринче канатпӑр, ― Людӑна алӑран ярса тытрӗ Макар.

— Ай, намӑс-симӗсе те пӗлместӗн-и? Ҫынсенчен те вӑтанмастӑн-и? — аллине карт туртса илчӗ Люда. ― Сана, ав, следователь йӗрлет.

— Мана?.. Мӗншӗн?.. Никама та ҫаратман эп. Машина черет тӑрса туянтӑм. Пин тенкӗ ҫитмерӗ те тетерен кивҫен илтӗм, ― тимлесех каласа пачӗ Макар.

— Мана машина мар, ак ҫак шприц кӑсӑклантарать, ― терӗм те шприц еннелле тӗллесе кӑтартрӑм. ― Ӑҫта пӑрахса хӑварнӑ ӑна эс?

— Киле илсе пытӑм та ҫенӗкри шкафа хутӑм. Тек тӗкӗнмен ӑна эп, ― шак хытса тӑчӗ Макар. ― Ҫак конверт та ҫав шкафрах выртнӑ.

— Пракух пулнӑ-и сан патӑнта?

— Кӗркелесе тухнӑ. Унтанпа ӗнтӗ икӗ уйӑх та иртрӗ. Хам пултӑм ӗнер ун патӗнче. Алтатти аппа сарай тӑррине хӗҫтимӗр виттересшӗн те… Вӑхӑт тупса, хӗҫтимӗр витме пыраймӑн-ши терӗ те…

— Шухӑшла-ха, ҫак япаласене шкафран кам илсе тухма пултарнӑ?

— Ой, кама кирлӗ вӗсем? — аллине лӑст сулчӗ Макар. ― Ҫӗрте выртсан та, никам та илес ҫук.

— Аса ил-ха, сирӗн патӑрта кам пулнӑ тата? Пӗтӗмпех аса илме тӑрӑш-ха?

— Кам?.. — ӗнсине кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫрӗ Макар. ― Лидия Гурьевна пулчӗ ӗнер. Хӗҫтимӗр тиесе килнӗ те… «Кирлӗ мар-и?» — тет. Машина туянма хатӗрленнӗ те… Паллах, пур япала пӑсмасть. Хӗҫтимӗрӗ те пур чух та пулмасть. Ӑна туянма укҫа ҫук. Килӗшмерӗм.

— Пӗччен кӑначчӗ-и Лидия Гурьевна?

— Хӗҫтимӗр тиенӗ машинӑпа кӗрлеттерсе ҫитрӗҫ вӗсем. Манпа Лидия Гурьевна кӑна калаҫре. Шоферӗ, самай тӗреклӗскер, кабинӑран тухса, ун-кун уткаласа ҫӗрерӗ — пӗрте кӗмерӗ.

— Сӑнласа парӑр: сӑнӗ-пичӗ мӗнле ҫав шоферӑн?

— Ах, пултараймастӑп. Художник мар.

— Курнӑ вӗт-ха эс ӑна. Пуҫӗ-куҫӗ мӗнле, кӗлетки-ҫурӑмӗ…

— Ман пекех этем вӑл. Ҫамрӑк та мар, ватах та мар. Вӑтӑрсене ҫывхарнӑскер. Янахне вара яп-яка хырса тасатнӑ.

«Уссиллӗ терӗ-ҫке Пракух. Хӑш вӑхӑтра хыртарма ӗлкӗрнӗ вара? Ветеринари нунктӗнчен тухсан, вунпилӗк минутранах Макар патне ҫитнӗ вӗсем. Тен, Пракух тем пӑтраштарать? Тен, Макар сӑнаса юлайман».

— Урине мӗн тӑхӑннӑччӗ шофер?

— Шуйттан путекки, ӑна сӑнама та пӗлеймерӗм ҫав. Люда панӑ шприц Алтатти аппа ҫенӗкне пырса выртни Макара та шухӑша ячӗ.

Кирлӗ йӗр тупас тесе, шофер уткаланӑ вырӑна ҫав тери тимлӗн тишкертӗм. Усси пулмарӗ — кавир пек ҫерем ҫине нимӗнле йӗр те юлман.

Эп вара каллех Лидия Гурьевна пурӑннӑ ҫурт латнелле таплаттартӑм.

Загрузка...