8

Уйкаса шутсӑр хыпаланса ҫитрӗм. Ҫынсем пухма шутланӑччӗ те — пулмарӗ. Ялта пӗр ҫын та ҫук, пӗр сас-чӗв те илтӗнмест — лӑпкӑ, шӑпӑрт.

Совхоз дирӗкторӗн пӗлӗмӗ хупӑ. Бухгалтери те, специалистсен пӗлӗмӗ те пушах. Пурте йӗтем ҫике тырӑ типӗтме кайнӑ иккен. Кантурта диспетчер кӑна, вӗҫӗ-хӗррисӗр раципе тем калаҫать.

Эпӗ ыйтнипе вӑл совхоз директорне хӑвӑрт шыраса тупрӗ. Лешӗ кунтан вунӑ ҫухрӑмра, тырӑ вырнӑ ҫӗрте иккен. Ӑнланчӗ вӑл мана. Халӑх пухса вӑрманти таркӑна шырас шухӑша ырларӗ, анчах ӗҫ кунӗ вӗҫленмесӗр ҫынсене ӗҫрен уйӑрма хушмарӗ.

Вӑхӑт шӑвать, вунсаккӑрмӗш сехет ӗнтӗ. Вунҫиччӗре ман ял Советӗнче пулмаллаччӗ. Уголовнӑй розыск начальникӗпе, Аброськинпа, курнӑҫмаллаччӗ, вӑл ҫырнӑ протоколсене тишкермеллеччӗ, малалла мӗн тумаллине палӑртмаллаччӗ.

Диспетчера тав турӑм та ял Советне тухса утрӑм.

Ял Советӗнче те шӑпах. Кунта та дежурнӑй кӑна. Милици капитанӗ Аброськин кайнӑранпа та кӗрсе тухман. Тен, хушнӑ ӗҫе туса пӗтереймен вӑл. Тен, кирлӗ свидетельсем вырӑнта мар.

Ял Совет председателӗн пӗлӗмне кӗтӗм те сӗтел ҫине кӗмерккесем кӑларса хутӑм. Маруҫ анкартинче ӑсталанине те, Яхван пичче патӗнче хатӗрленине те, аммиак савӑчӗ патӗнче тунине те, Пракух хӑртнинче янтӑланине те… Вӗсене пурне те шкулта ӗкернисемпе танлаштарса пӑхрӑм. Иккӗленмелли ҫук — пурте пӗрешкел. Карчӗсем те, пушмак кӗлли те, пуҫӗ те…

Униҫҫе кинемей калани тата… Вӑл та вырӑнлӑ шухӑш. Апла вожатӑя суранлатнӑ каҫ Вадим мунчара ларнӑ, Гальӑпа йӑпаннӑ…

Ҫав вӑхӑтра мунчана тепӗр ҫын пынӑ. Вадим пушмакне, пӗчӗк калибрлӑ винтовкине, патронсем чикнӗ сумкине илсе тухса тарнӑ. Кайран вӑл, ҫав пушмака тӑхӑнса, шкула кӗнӗ, Яхван пичче пахчинче ҫӗренӗ.

Апла Ольӑна та ҫав путсӗр суранлатман-и? Курӑнать, айванкка мар вӑл. Ӑна-кӑна чухлать, йӗрне пытарма-пӑтраштарма пӗлет.

Анчах кам вӑл? Мӗнлескер? Хӑш ял ҫынни? Халлӗхе паллӑ мар. Тӗпчемелле. Ҫав ирсӗре паян-ыранах ярса тытмалла, Ольӑна мӗншӗн пенине, шкула мӗн ҫӑмӑлпа кӗнине пӗлмелле. Тавӑрма шут тытнӑ-и вӑл хӗре е…

Алӑка тул енчен шаккарӗҫ.

— Кӗрӗр! — терӗм эпӗ, кӗмерккесене ещӗке пуҫтарса хутӑм.

— Сывлӑх сунатӑп, Юрий Иванович.

Палланӑ сасӑ. Чӗрене тыткӑнлакан сасӑ, чуна йӑпатакан сасӑ! «Юрий» тесе тата ҫав тери ӑшшӑн, ҫав тери ҫепӗҫҫӗн каларӗ.

Пуҫа ҫӗклерӗм те, хам та сисмерӗм, ― яштах сиксе тӑтӑм.

Ман умра Инна тӑра парать. Лутра Пакӑшра пӗрле ӗҫнӗ тантӑшӑм. Йӑрӑс пӗллӗ, хӑмӑр куҫлӑ Инна! Чӗрене вут-хӗм хыптарнӑ Инна!

Ҫанҫурӑм ҫӗҫенсе илчӗ. Ӑшӑмра темӗнле хӑватлӑ туйӑм, асамлӑ туйӑм ҫуралчӗ. Мӗнле-ха капла? Иннӑран пӑрӑнатӑп эпӗ. Ӑна манас, асӑмран кӑларас тесе, района куҫса килтӗм. Тӗлӗнтермӗш, вӑл каллех — ман ҫумра…

— Мӗнле майпа, Инна? — аран сӑмах тупӑнчӗ ман. Хам та сисетӗп, чӗре кӑкӑртан сиксе тухас пек тапать. Питӗм вӗри тимӗрпе тӗкнӗ евӗр пӗҫерме пуҫларӗ.

— Ха, пӗлмӗш пулать тата! Ху чӗнтернӗ вӗт, ― допроса чӗнтернӗ хута кӑларса кӑтартрӗ Инна. ― Эпӗ — Вадим арӑмӗ.

Ку мана пушшех тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ. Капла пуласса пачах кӗтменччӗ эпӗ. Ара, сахал-и тӗнчере пӗр ятлӑ-хушаматлӑ ҫын! Повестка ҫырнӑ чух «Инна» ят пӗртте кӑсӑклантармарӗ мана.

— Чим-ха, Ҫӗньялта пурӑнаттӑр мар-и эсир?

— Пурӑннӑ. Икӗ ҫул каялла Уйкаса хуняма патне куҫса килтӗмӗр. Куҫса килтӗмӗр те… — Иннӑн питҫӑмарти тӑрӑх куҫҫуль тумламӗсем йӑпӑртатса анчӗҫ.

— Ларӑр эсир, Инна, ― хыҫлӑ пукан ҫине кӑтартрӑм эпӗ. — Каласа парӑр, мӗнле пурӑнатӑр?

— Мӗншӗн панӑ сӑмаха тытмарӑр тесе ыйтӑр, ― именерех хушса хучӗ Инна. ― Каҫарӑр, юратӑва упраймарӑм, эпӗ. Сӗнчӗ ҫӑлтӑрӑм, иртрӗ ҫамрӑклӑх. Пӗтрӗ манӑн юрату. Пулмарӗ иккӗмӗш юрату. Ҫапла, чӗремре манӑн пӗрремӗш юрату кӑна. Халӗ те сӗнмен вӑл, ҫулӑмпах ҫунать. Пытармастӑп, тӑтӑшах сирӗнпе курса калаҫас килет ман. Ҫума-ҫумӑн ларса калаҫас килет, алӑран алӑ тытса утас килет. Хулара тӗл пулсан савӑнса ӗкнӗччӗ… Тӗрӗс турӑр эсир — ҫаврӑнтӑр та утрӑр. Ара, яш качча ачаллӑ хӗрарӑм мӗн тума кирлӗ? Ӑнлантӑм, тивӗҫлӗ мар эпӗ сире. Юрату арканнӑшӑн йӑлтах хам… хам айӑплӑ. Пурӑнасса ывӑлшӑн пурӑнатӑп. Ӑна ҫитӗнтерсен, куҫ курӗ… Халӗ чӑтмаллах. Юратман ҫынпах ӗмӗр ирттермелле. Пӗр пӗртре пурӑнатпӑр-тӑк, парӑм пур манӑн. Упӑшка умӗнчи парӑм! Ӗҫрен таврӑнмалла та кулленех ун валли апат хатӗрлемелле, кӗпе-йӗм ҫумалла. Килӗшет-и ку мана, килӗшмест-и — пурнӑҫламалла. Мӑшӑрланнӑ-тӑк — пурӑнмалла. Хунямана юраса, упӑшкана йӑпӑлтатса пурӑнмалла. Хам кулленех ачалӑх кунӗсене аса илетӗп. Сирӗн ҫинчен шухӑшлатӑп, Юра.

…Ҫӗрӗпех кӗнеке ҫинчен куҫ илмерӗ Инна — урок ирттерме хатӗрленчӗ. Ответлӑ урок-ҫке. Вӗренекенсем ҫеҫ мар, вӗрентекенсем те пулаҫҫӗ унта. Ачасене ӑнлантарма пултарать-и вӑл, темӑна уҫса парать-и — ҫав урок тӑрӑх хаклӗҫ ун ӗҫне.

Тӑрӑшни харам пулмарӗ — урок ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Иннӑна никам та хурламарӗ. Вунӑ ҫул хушши шкулта тӑрӑшнӑ учитель те, университетран килнӗ доцент та, пӗрле вӗрентекенсем те — пурте Инна ирттернӗ урока кӑмӑлларӗҫ.

Савӑннӑскер, ывӑннине те туймарӗ Инна. Шкултан тухсан, комсомол комитечӗн членӗ Людмила практикӑна пынӑ студентсене чарса тӑратрӗ:

— Юлташсем, пурин те вунпнлӗк сехетре ман пата пымалла. Паян — манӑн ҫуралнӑ кун.

Людмилӑсем патне Инна парнепе — сайра тӗл пулакан кӗнекесемпе — пырса кӗчӗ. Вӗсене тупма ӑна хӑйсен ял хӗрӗ, тин кӑна уҫӑлнӑ кӗнеке магазинӗнче ӗҫлекен сутуҫӑ, пулӑшнӑччӗ. Парнешӗн Людмила чунтанах савӑнчӗ.

Кӑштах апатланнӑ хыҫҫӑн ташӑ-юрӑ пуҫланчӗ. Анчах Инна нумай хавасланаймарӗ — пуҫӗ кашлама тапратрӗ. Куҫӗсем тӗтреленчӗҫ. Хӑй халсӑррине Инна никама та систермерӗ, сӗтел хушшинчен тухса, Людмила пӗлӗмне кӗчӗ, диван ҫине выртса тӗлӗрсе кайрӗ.

Ыйхӑран вӑл сывлӑш пӗлӗннипе вӑранчӗ. Сӗтел хушшинче хирӗҫ ларакан каччӑ ыталаса илнӗ иккен ӑна. Пӑчӑртать те пӑчӑртать. Ҫӑтса ярасла чуптӑвать, тута хӗррисене ҫунтарать…

Инна качча пур вӑйран тӗртрӗ, шӑлӗсем ыратиччен ҫыртрӗ, чӗрне хуҫӑличчен, юн пӗрхӗнсе тухиччен чаврӗ — ҫӗнтереймерӗ, каччӑран вӗҫерӗнеймерӗ.

Мӑшкӑл тӗссен, кӑштахран тантӑш хӗрсем кӗпӗрленсе килсе кӗчӗҫ, качча ярса тытрӗҫ… Мӗн тума кирлӗ ӗнтӗ вӑл текех. Пулни-иртнине пурпӗрех тавӑраймӑн. Инна тусӗсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, портфельне илчӗ те тухса чупрӗ.

Пусма тӑваткалӗнче вӑл кӗтесе пырса тӑрӑнчӗ, картлашкапа хӑпаракан кинемее кӑшт ҫеҫ ураран ӗкермерӗ. Нимӗн те курмарӗ вӑл, нимӗн те илтмерӗ — пур вӑйран чупрӗ, Атӑл хӗррине васкарӗ. Тахӑш тӗлте ун умне ҫӑмӑл машина сиксе тухрӗ. Юрать, шоферӗ ҫаврӑнӑҫуллӑскер пулчӗ — машинӑна вӑхӑтра чарма ӗлкӗрчӗ. Хӑй сиксе тухрӗ те чышкӑ юнасах тем ятлаҫрӗ. Хӗр тӑнламарӗ, шофер ҫар тумӗпе иккенне кӑна асӑрхарӗ. Ӑна курсан, вӑл инҫетри тусне, Тӑван ҫӗршыв чиккннче тӑракан савнине, аса илчӗ. Вара, портфелӗнчен таса хут кӑларса, савнийӗ патне ҫыру ҫырчӗ: «Юра, текех ан ҫыр. Эпӗ…» «Вилетӗп» тесшӗнччӗ те… Ҫырмарӗ, ун вырӑнне пӑнчӑсем лартнипех ҫырлахрӗ. Унтан ҫырӑвне почта ещӗкне пӑрахрӗ те, портфельне ывӑтса, Атӑла чӑмрӗ.

Ҫыран хӗрринче тӑракайсем кӗ мӗне пӗлтернине ҫийӗнчех тавҫӑрса илчӗҫ — Инна хыҫҫӑн шыва сикрӗҫ, хӗре туртса кӑларчӗҫ.

Йӗкӗчӗсем палланӑскерсемех тата — университет студенчӗсем!

Иннӑна вӗсем тӗрех больницӑна ӑсатрӗҫ. Кунта вӑл икӗ талӑк хушши никампа та калаҫмарӗ. Шухӑшларӗ. Хӑйӗн ҫинчен те, чикӗри тусӗ ҫинчен те…

Тантӑшӗсем ӑна пӗччен хӑвармарӗҫ. Ирӗксӗрленӗ каччӑ та кулленех пырса ҫӗрерӗ, качча тухма тархасларӗ.

Малтанлӑха Иннӑн ӑна курас та килместчӗ. Ара, сӗмсӗр вӗт-ха вӑл. Хытӑ чӗреллӗ те усал шухӑшлӑ. Иннӑна ҫеҫ мар, меллӗ самант тупӑнсан, ыттисене те кӗрентерме пултарать. Тен, кӗрентернӗ те… Тен, урӑх хӗре те макӑртнӑ, хӗр ӗмӗрне татнӑ, хӗр юратӑвне пӗтернӗ, юратнӑ каччинчен уйӑрнӑ…

Мӗн тумалла ӗнтӗ Иннӑн? Текех хӗр мар вӑл, хӗрарӑм. Каҫарӗ-ши ӑна чикӗри савнийӗ? Ҫук, каҫарас ҫук. Мӑшӑрлансан та — ӗмӗр сӑмах тӗкмелле…

Енчен ҫак чӑрсӑр йӗкӗтех качча тухсан?.. Пулнӑ унашкалли ӗлӗк-авал та. Эккей, ӗлӗк-авал та, савнийӗсене пӑрахса, урӑх ҫынна качча тухнӑ, сак тулли ача пӑхса ӗстернӗ. Тен, Инна та ҫак пуҫтаха хӑнӑхӗ, юратма пуҫлӗ?

Ҫунаттине суранлатнӑ акӑш тинӗс урлӑ вӗҫеймест. Сунарҫӑ аллине мар, кашкӑр ҫӑварне лекме пултарать. Шухӑшларӗ-шухӑшларӗ те Инна текех ӗкӗтлеттермерӗ ― качча тухма килӗшрӗ.

Институт пӗтерсен, виҫӗ ҫул хушши Ҫӗньялта пурӑнчӗҫ. Инна шкулта вырӑс чӗлхи вӗрентрӗ, Вадим совхозра ӗҫлерӗ. Уйкаса вӗсем хунямӑшӗ йӑлӑннипе куҫса килчӗҫ. Куҫса килчӗҫ те, мӑшӑрӗ йӑлт улшӑнчӗ, ӗҫме пуҫларӗ. Ӗҫрен те сӗм-ҫӗрле тин таврӑнатчӗ. Ик-виҫӗ талӑк таҫта ҫухалса ҫӗренисем те пайтах пулнӑ.

Куҫса килнӗ ҫулах ӑнланчӗ Инна: Ҫӗньялта Вадимӑн савнийӗ-еркӗнӗ пур. Кулленех курнӑҫаҫҫӗ вӗсем. Лешӗ ӑна час-часах эрех-сӑрапа сӑйлать. Килте шӑв-шав хускатма, Иннӑна хӑваласа яма хӗтӗртет. Анчах Вадим апла-капла хӑтланмасть, нихҫан та харкашмасть. Киле сӗм-ӗсӗр таврӑнсан та, пӗр сивӗ сӑмах каламасть, пӑшт ҫывӑрса каять…

Инна ура ҫине тӑчӗ те кантӑка шаккарӗ, акаци тураттине хуҫма кармашнӑ ачана пӗрнипе юнарӗ. Унтан каллех хӑй вырӑнне пырса ларчӗ.

— Ҫапла, Вадимпа эпир пӗр пӗртре пурӑнатпӑр, пӗр пӗлӗмре ҫывӑратпӑр, анчах эпир — икӗ планета, икӗ полюс. Ҫырмари чулсем пек пӗр-пӗрне ӑшӑтмастпӑр, йӑпатмастпӑр, ― терӗ Инна пуҫне усса.

— Вадимӑн савни пуррине малтанах пӗлнӗ-и?

— Пӗрлешнӗ кунах пӗлнӗ.

— Апла ма хӑтӑрмастӑр ӑна?

— Шаннӑ чечек ҫине пыл хурчӗсем лармаҫҫӗ. Ача ҫуратсан, хӑшпӗр хӗрарӑмӑн кӗрнеклӗх пӗтет, упӑшкине те илӗртме пӑрахать. Эпӗ те ывӑл, ҫуратсану самай хавшарӑм, имшерлентӗм. Чармастӑп — килентӗрех.

— Вожатӑя суранлатнӑ каҫ ӑҫта ҫывӑрнӑ Вадим?

— Виҫӗ талӑк киле пыманччӗ вӑл… Ҫав каҫ та еркӗнӗпе пулнӑ теҫҫӗ. Тӗрес-и ку — татсах калаймастӑп. Хам курман.

Алӑка майӗпен уҫса, пӗлӗме кӑтра ҫӗҫлӗ ывӑл ача кӗрсе тӑчӗ, тӗрех Инна патне таплаттарса пычӗ.

— Анне, куҫусем ма шывланнӑ? Ҫак пичче кӗрентерчӗ-и? — ман ҫине сиввӗн пӑхрӗ ача.

— Ху вӑрмана тухса тарнӑ та, ҫавӑнпа хурланатӑп.

— Тухса тарман эпӗ. Вӑрманта аттене шырарӑм. Ытти ачасем пекех, манӑн та аттепе выляс килет, анчах… атте ҫук. «Вӑрманта вӑл. Ҫухалса кайнӑ. Такӑр ҫул тупаймасть», ― терӗ асанне. Эп вара анчӑка ертрӗм те вӑрмана вӗҫтертӗм. Анчӑк ҫулсӑр-мӗнсӗр киле пыма пӗлет. Виҫӗ вар урлӑ каҫрӑм та «ат-те-е!» тесе кӑшкӑртӑм. Тӗмӗ хыҫӗнчен атте мар, эсӗ сиксе тухрӑн, анне. Аттене те вӑрманта шыраттармарӑн.

— Аҫу вӑрманта мар, команднровкӑна кайнӑ», йӗпеннӗ куҫӗсене ал тутрипе шӑлса типӗтрӗ Инна.

— Командировкӑра-тӑк, ма макӑратӑн? Ялтан вӑл милици ҫыннисемпе кайрӗ те… Халь, акӑ, мӑйӑр та пулса ҫитрӗ — атте пурпӗрех таврӑнмасть.

Инна каллех ӗсӗклеме пуҫларӗ. Пӗтӗм ҫанҫурӑмӗпе чӗтренсе, пуҫне пӑркаласа йӗрет.

— Тӗрӗс калатӑп ҫав: атте командировкӑра мар, вӑрманта ҫухалса кайнӑ, Ху та ҫампа макӑратӑн.

— Мӗн ятлӑ-ха эс? — ачана шоколад сӗнтӗм эпӗ.

— Ху мӗн ятлӑ? — тӗрленсе тӑчӗ ача.

— Юра.

— Эпӗ те Юра.

— Апла-тӑк, паллашнӑ ятпа ҫак шоколада ил, Юра.

— Тавтапуҫ, ― терӗ те вӑл, шоколад чӗркенӗ хута уҫса, амӑшӗпе юнашар ларчӗ. ― Атте те ман валли парне илсе килет. Ҫапла вӗт, анне.

Инна чӗнмерӗ.

Загрузка...