13

Лешкас — Уйкасӑн чи пӗчӗк урамӗ. Унта пӗтӗмпе те вунвиҫӗ кил. Унталла-кунталла пӑхсан, ку урамра никам та пурӑнмасть тейӗн. Калинккерен тухакан сукмаксем, урам хушшинчи ҫул — пӗтӗмпех ҫеремленнӗ. Чӗречесене чус хӑмапа ҫапса лартнӑ ҫуртсем те йышлӑ. Виҫ-тӑватӑ ҫул каяллах тӗтӗм сӗннӗ пулмалла вӗсенче ― алӑк хӑлӑпӗсем тутӑхса ларнӑ.

Алтатти аппа ҫырма хӗрринчи йывӑҫ ҫуртра пурӑнать. Пӗрт умне эрешлентерсе решетке карта тытнӑ, чечексем лартнӑ. Кил хушшинче те йӗркеллӗ, таса. Хыпар-хӑнар ялта хӑвӑрт сарӑлать, Алтатти аппа пурӑннӑ ҫурт умне те халӑх йышлӑн пухӑннӑ. Кулагин та унта. Тимлесех Якур пиччене тӗпчет. Лешӗ пӗтӗм ҫанҫурӑмӗпе чӗтренсе, аллисемпе сулса ӑнлантарать.

— Хуларан ҫитрӗм те ларатӑп хайхискер. Кил хуҫи ҫук. Алӑка ҫӑрапа питӗрмен, пралукпа кӑна каркаланӑ. Апла аякках кайман пуль-ха терӗм. Кӗршӗ-аршӑра-тӑр. Пӗр сехет кӗтетӗп. Иккӗ… Тӗттӗмленме те пуҫларӗ. Тӑхлачӑ ҫук. Эп вара алӑк айне хут татки ҫырса хӗстертӗм те юнашар ҫурта кайса лартӑм. Паллах, хут татки курсан чупса пымалла ӗнтӗ. Мӗн ӗҫпе ҫӗренине те пӗлет вӑл. Ӑна кӗтсе хам та чылайччен ҫывӑрмарӑм. Тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман каялла чупса килтӗм. Пӑхатӑп, хут татки малтанхи вырӑнтах выртать. Каркаланӑ пралука та никам та тӗкӗнмен. Апӑрша, ҫавна та чухласа илеймен: фермӑра ӗнтӗ тӑхлачӑ, дежурнӑй тесе ларатӑп. Унччен те пулмарӗ — кил хушшине Варвари вирхӗнсе кӗчӗ. «Алтатти ӑппа ӑҫта? ― тет. ― Ма ӗҫе тухмасть? Чирлерӗ-и?» ― тет. Ку мана шалт тӗлӗнтерсе ячӗ. Хирӗҫ нимӗн те калаймарӑм, каркаланӑ пралук еннелле кӑна тӗллесе кӑтартрӑм. «Арҫын-и эс е арҫын мар-и? Ма уҫса пӑхмастӑн? Тен, ӑна ятарласа ҫаклатса лартнӑ. Тен, пӗртрен тухаймасть вӑл», ― хӑтӑрать мана Варвари. Уҫса пӑхрӑмӑр та, ах — тӑхлачӑ пӑлтӑрта выртать. Хӗп-хӗрлӗ юн… Варвари тӗрех кантура чупрӗ.

— Эс мӗн шӑршласа килнӗ кунта, э? — чеен те шанӑҫсӑррӑн сӑнать Якур пиччене Кулагин.

— Мӗн… укҫа илме килнӗччӗ те,..

— Укҫа… Ниҫта та ан кай. Ял Советне пыратӑн, ― патлаттарса хурать Кулагин.

— Ах, тем ан шутлӑр-ха. Апла-капла шухӑшличчен ура йӗрӗсене сӑнаса пӑхӑр. Курӑр, ак, ман ура йӗресем алӑк патенче кӑна, ― тимлесех ӑнлантарать Якур пкчче.

— Тӗпчетпӗр. Пӗтӗмпех тӗпчетпӗр, ― сӑмах хушрӑм эпӗ, калинккерен кӗрсен.

— Ай, эсир те ҫитрӗр-и? — йӑл-йӑл ҫиҫсе илчӗҫ Якур пичче куҫӗсем.

Ҫынсем те килкартине кӗпӗрленсе кӗчӗҫ.

— Цирк мар кунта. Ан кӗрер. Юрамасть, ― каялла хӑваласа кӑларчӗ вӗсене Кулагин.

Портфельтен фотоаппарат кӑларса, ирсӗр ӗҫ тунӑ вырӑна ӗкере-ӗкере илтӗм.

Виле ҫывӑхӗнче медицинӑра усӑ куракан шприц выртать. Хӗрри ҫурӑлнӑ унӑн. Усӑ курас тесе-ши, ҫурӑлнӑ вырӑна изоляци лентипе чӗркекӗ.

Элле, ҫурмалла хуҫлатнӑ конверт. Мӗне пӗлтерет тата ку? Ӑҫтан персе аннӑ? Алтатти аппа урайне тӗшӗрӗлсе ансан кӑларса пӑрахнӑ-тӑр ӑна — конвертӑн ике енӗнче те юн тумламӗсем пур. Ӑхӑ, хушамачӗ те паллӑ — Павлов Макар. Уйӑх каялла Шуршӑлтан янӑ ӑна. Уҫса пӑхатпӑр та, апапай! — унта шприца тӑхӑнтармаллн икӗ йӗп!

Урӑх пӑлтӑрта нимӗнле япала та ҫук. Пӗртре те, вӑлтӑрта та калушпа утса ҫӗренӗ. Сӗтелти хутсене ӗппӗн-тӗппӗн ҫавӑрттарнӑ. Виҫӗ кун каялла Алтатти аппа перекет кассинчен тӑватӑ пин укҫа илнӗ-мӗн. Анчах сӗтелте пӗр пус та ҫук — йӑкӑртнӑ. Перекет кӗнекине кӗтеселле вӑркӑнтарнӑ.

Ӑна-кӑна чухлаканскер иккен — ниҫта та пӗрне йӗрӗсем хӑварман, резина перчетке тӑхӑнса иртӗхнӗ. Хӑҫан тата миҫе тенкӗ илнине те, укҫӑна ӑҫта упранине те пӗлнӗ-тӗр ҫав йӗксӗк. Курман-илтмен ҫын пулсан, шкафри япаласене тустармалла, сентрери кӗнекесене уҫа-уҫа пӑхмалла. Вӑл, ав, тӗрех сӗтел патнелле ыткӑннӑ, сӗтӗл сунтӑхне ярса тытнӑ.

Эксперт пӗлтернӗ тӑрӑх, Алтатти аппана сакӑр сехет каялла хаплаттарнӑ. Ай, вӑйлӑ лектернӗ ӑна. Ҫӗре шаплатса ӗкнӗ те тек хускалайман вӑл — ӗмӗрлӗхех куҫӗсене хупнӑ. Кама тарӑхтарнӑ-ха ҫак хӗрарӑм? Кам шӑл хӑйраса пурӑннӑ? Хӑр-хар тума мар, сасса та хӑпартса курман Алтатти аппа, пӗр ҫынна кӗрентермен ялта. Нивушлӗ укҫа илӗртнӗ ҫав хапсӑнчӑка?

Инкек-синкек пулнӑ вырӑна тишкерсе, протокол ҫырма лартӑм. Ман пата Аброськин вӑркӑнса пычӗ. Аллине виҫ кӗтеслӗ шӗвӗр япала тытнӑ.

— Ҫак хатӗрпе шаплаттарнӑ-тӑр Алтатти аппана, ― терӗ Аброськин, аллинчи япалана ман ума хурса. ― Кур ак, юн ҫыпҫӑннӑ вырӑн та пур.

Ҫав япалапа, выльӑх-чӗрлӗх кӗпӗнсе кайсан, хырӑмран чикеҫҫӗ. Ветеринари ҫыннисем ӑна троакар теҫҫӗ. Анкартинчи вӗлтрен хушшинчен туртса кӑларнӑ ӑна Аброськин.

— Атя анкартине те тишкеретпӗр. Шырасан-шырасан, тен, унта та мӗн те пулин тупӑнать, ― васкасах анкартинелле утрӗ Аброськин.

Ҫапла, анкартинче те тӗлӗнтермӗшсем татах тупӑнчӗҫ, Купӑста кассисем хушшине пӗртре ҫӗренӗ калуша пӑрахса хӑварнӑ. Ӑхӑ, пушмак йӗрӗ те пур. Ҫеремпе ҫӗрулми кассисем хушшине юлнӑскер, чаплах мар та, ҫапах кӗмеркке майлама пулать. Чи кирли — кӗллине вырнаҫтарнӑ ҫаптарккӑ аван палӑрать.

— Апла-капла алхасакан Уйкасра ҫук. Аякран килнӗскер-тӗр, ― пӗтӗмлетрӗ уголовнӑй розыск начальникӗ пушмак йӗрӗсене виҫнӗ май. ― Пушмакӗ те ют патшалӑхра ӑсталанӑскер.

— Уйкасра та халь тем тӗрлӗ пушмак та тӑхӑнаҫҫӗ. Уйкас ҫыннисене те шанма ҫук, ― терӗ Кулагин, папкӑри хутсене уҫа-уҫа. ― Тепӗр тесен, ытлашши ӑшталанма кирлӗ мар. Виҫӗ ҫынна ярса тытмалла кунта. Виҫӗ ҫын шиклентерет: хуларан килнӗ Якур, Макар тракторист тата ветеринари фельдшерӗ Пракух. Сӑлтавӗ те пур. Ак, хуларан килнӗ Якурах илер. Мӗн шӑршласа ҫӗрет-ха вӑл кунта? Асӑрхарӑр пуль, сӑмахланӑ чух еплерех чӗтрерӗ. Апла, тем шиклентерет ӑна, Тем хӑратать. Лайӑхрах хӗстерсен — персе ямалла вӑл, айӑпа та йышӑнмалла.

— Хӗстермелле тетӗн?.. — тарӑхса кайрӗ Аброськин. ― Кам ирӗк пачӗ сана унашкал иртӗхме? Участок инспекторӗн мар, уголовнӑй розыск ҫыннин те, следователӗн те, прокурорӑн та — никамӑн та хӗстерме-сехӗрлентерме право ҫук. Ирсӗр ӗҫ тунӑ ҫын-и вӑл е инкек-синкек тӗсекен — никама та кӑшкӑрма-хӗстерме юрамасть. Ку вӑл саккуна пӑсни пулать. Ун пек хӑтланакана явап тыттараҫҫӗ. Ҫакна ан ман: ирсӗр ӗҫ тӑвакана тӑрӑ шыв ҫине кӑларас тесен, пайтах тӑрӑшмалла, инспектор юлташ. Пайтах тар юхтармалла, преступлени тунине ӗнентерекен япаласем тупмалла. Сӑмахран, акӑ, мӗн пӗлмелле: Алтатти аппана кӗплеттернӗ хатӗре ӑҫтан тата кам илсе килнӗ? Конверт пирки те шухӑшламалла. Шприц тата?.. Хутпа чӗркенӗ йӗпсем…

— Пӗлетӗп. Вӗсем ҫинчен те пӗлетӗп, ― аптраса ӗкмерӗ Кулагин. ― Вӗлтрен тӗмӗ хушшинчен туртса кӑларнӑ хатӗре эп пӗрре мар Пракух аллинче курнӑ. Ветеринари фельдшерӗ вӑл. Кӗпӗнсе кайсан, ӗнесене вӑл ҫав хатӗрпе паклаттарать. Эрех тесен, тем тума хатӗр вӑл. Варварипе арлӑ-арӑмлӑ пурӑнать. Маруҫа та куҫ хӗсет. Хӗрарӑмӗсем те каҫса каяҫҫӗ уншӑн. Калаҫма ӑста-ҫке-ха. Шӗтлеме ӑста. Менелник-и унта, пӗр-пӗр уяв-и — ялайах еркӗнне хаклӑ парне тыттарать Пракух. Тепер тӑватӑ кунтан Варварийӗн ҫуралнӑ кун. Пракухӑн халь укҫа-тенкӗ хӗсӗкрех. Нумай пулмасть мотоцикл туянчӗ. Отпуск хыҫҫӑн ӗҫе пуҫӑнни те виҫҫӗмӗш кун кӑна. Курӑр ак, тӗпченӗ чух шат та пат тунать Пракух. Япшар чӗлхеллӗскер, тен, сире те тӗрӗс ҫултан пӑрса ярать.

Калаҫма чарӑнса, Кулагин ман ҫине пӑхса илчӗ. Сивлемерӗм эп. Чӗнмерӗм. Малалла калама хушса, пуҫа кӑна сӗлтрӗм. Ку Кулагина самай ҫунатлантарчӗ, хаваслансах хӑй шухӑшне тӑсрӗ:

— Шприцпа йӗпсем пирки Макар тракториста тапӑртаттармалла. Ҫав шприцпа вӑл хӗрсене шывпа сирпӗтетчӗ. Ҫав шприца тата унта тӑхӑнтартмалли йӗпсене Шуршӑл больницинчен илсе килнӗ вӑл. Медсестрапа паллашнӑ та кашни каҫ Шуршӑла йӑрккать халь Макар. «Нива» машина туянасшӑн ӑшталанать. Анчах укҫа ҫитмест унӑн. Янтта хапсӑнса, Макар та ҫак ӗҫе тума пултарнӑ.

— Медсестрана епле чӗнеҫҫӗ? — ыйтрӗ Аброськин, пӑртак шухӑшласа ларнӑ хыҫҫӑн.

— Вӑт ӑна пӗлместӗп вара. Мӗншӗн тесен ман участок мар. Ҫапах сӑнран паллатӑп: яштака та ҫинҫе пилӗклӗ хӗр. Куҫӗсем пиҫсе ҫитнӗ ҫӗмӗрт пек хуп-хура. Кирлех-тӗк, туххӑмрах ыйтса пӗлетӗп: мӗн ятлӑ вӑл? Ӑҫтан килнӗ? Хӑҫантанпа Макарпа пӑшӑл пӑтти пӗҫерет. Ӑна пӗлесси пӗртте кӑткӑс мар. Уйкас Макарӗ хӑш медсестрана илӗртет тесе, главнӑй врач патне шӑнкӑравламалла — ӗҫӗ те пӗтрӗ.

Паллах, медсестрапа та юмахламалла пирӗн. Анчах вӑл тӗп ыйту мар. Пирвай ҫенӗкре тупнӑ япаласене тӗреслемелле.

Загрузка...