Ял Советӗнче уголовнӑй розыск начальникӗ Аброськин сӗтел хушшинче протокол ҫырса ларать.
— Макар тракторист ку, ― терӗ милици Кӑпитанӗ, допрос хучӗсене мана тыттарса. ― Ме, паллашӑр.
Ольӑна суранлатнӑ каҫ ҫамрӑксем клубра вӑйӑ ирттернӗ-мӗн. Макар тракторист виҫӗ хутчен шкула чупса пынӑ, Ольӑна вечера чӗннӗ. Лешӗ килӗшмен, экзамена хатӗрленмелле тенӗ. Мӗн тесен те, ӗҫре-ҫке вӑл. Чирлӗ амӑшӗ вырӑнне хуралта ларнӑ. Вӗренӗ ҫулӗ вӗҫленнӗ пулсан та, шкула ачасем кулленех пухӑннӑ. Ирхине уй-хирте тӑрмашнӑ, кӑнтӑрла иртсен шкула пуҫтарӑннӑ та каннӑ, тӗрлӗ вӑйӑсем вылянӑ. Каҫхи апат хыҫҫӑн киле саланнӑ. Вӑйӑсене Оля йӗркеленӗ, Макар ӗкӗтленине те пӑхман вӑл, ӗҫ планӗ ҫырнӑ.
Ку ҫеҫ те мар-ха. Ольӑна тата урӑххи шухӑшлаттарнӑ. Ӗҫпе кану лагерӗнчен икӗ хутчен апат-ҫимӗҫ ҫухалнӑ. Ҫавӑнпа та Оля вӑййа хутшӑнма килӗшмен.
Макар ӑна урама тухма чӗннӗ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра ҫарӗҫ пӗлӗмӗнче тем шӑкӑртатни илтӗннӗ, графин ӗксе ҫӗмӗрӗлнӗ… Оля коридора чупса тухнӑ. Хайхи пӑшал сасси. Чӗрече кантӑкӗсем чӑнкӑртатнӑ. Шари! ҫухӑрса янӑ Оля. Макар вара шкула чӗречерен сиксе кӗнӗ, милицие евитленӗ…
Макар кайсан та, протокола алӑран ямарӑм, тепӗр хут вуласа тухрӑм.
— Ҫӗнӗ хыпар пур, Юрий Иванович, — терӗ Аброськин, папкӑри хутсене ҫавӑрттарса. ― Хлимун тӗрмерен тухса тарнӑ. Ӑна шырама та мана хушрӗҫ.
Халӑх судне кайса, Хлимуна айӑпланӑ приговор та тупса килнӗ Аброськин. Ӑна вуласан, акӑ мӗн пӗлтӗм эпӗ. Хлимун ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫпа иртӗнсе пурӑннӑ. Гера ятлӑ йӗкӗтпе паллашнӑ. Лешӗ ӑна ресторана иле-иле кайнӑ, таса мар ӗҫе явӑҫтарнӑ, магазин ҫаратма хӗтӗртнӗ. Хлимун пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑҫан тата хӑш магазина кӗмеллине, мӗн-мӗн сӑптӑрса тухмаллине — пӗтӗмпех Гера каласа панӑ.
Элле, Лидия Гурьевна хушамачӗ те лекнӗ кунта. Ун чух Лидия Гурьевна Чурашра ӗҫленӗ-мӗн, училище пӗтерсен пынӑ.
Эпӗ иккӗленнине сиссе, Аброськин ҫапла каларӗ:
— Суд хыҫҫӑн Лидия Гурьевна Чурашра аппаланмарӗ, Уйкаса куҫрӗ.
— Гера епле ҫын? Судран вӑл мӗнле пӑрӑнса юлнӑ? — тӗлентӗм эпӗ.
— Гера айӑплине ӗнентереймерӗмӗр ҫав. Хлимун Гера хӗтӗртрӗ тет, лешӗ тунать. Урӑх нимӗнле доказательство та ҫук. Гера суту-илӗ базин экспедиторӗ. Анчах базӑра ӗҫлекенсенчен пӗри те Хлимуна пелекен ҫук, ― ӑнлантарчӗ Аброськин.
Хлимун ӗҫе ҫур ҫӗр иртсен пуҫӑннӑ. Чӑнах та, магазин патӗнче ун чух пӗр ҫын та пулман, урамра та никам та курӑнман. Хлимун тимӗр пӑчкипе ҫӑра кукрашкине касса кӑларнӑ та шала кӗнӗ. Алла ҫыхмалли сехетсемпе ылтӑн ҫӗрӗсем шырама пуҫланӑ. Сейфа питӗрсе хунӑ-тӑр — сентре ҫинче нимӗн те тупӑнман. Вӑл вара сейф алӑкне хирме тытӑннӑ. Сасартӑк алӑк шӑнкӑрт хупӑннӑ. Алака тӗксе пӑхать Хлимун, ― ак тамаша! — урам енчен ҫаклатнӑ. Вӑл вара, кантӑка ватса, тулалла сикнӗ, карта урлӑ каҫса, чие йывӑҫҫисем хушшине йӑпшӑннӑ. Йытӑ сассипе Хлимуна виҫӗ ҫамрӑк шыраса тупнӑ. Лешӗ, ӗсӗре персе, сӗлекине юхтарса выртнӑ, анчах ҫамрӑксем ӑна вӑйпах кантура илсе кайнӑ…
Патшалӑх пурлӑхне ҫаратнӑшӑн ӑна колоние ӑсатнӑ. Халӗ акӑ унтан та тухса тарнӑ-мӗн.
— Виҫӗмкун вӑл амӑшӗ патӗнче пулнӑ, Лидия Гурьевнӑпа интересленнӗ, ― терӗ Аброськин, шухӑша кайса. ― Сисӗнет, Лидия Гурьевнӑпа Хлимун хушшинче темӗнле ҫыхӑну пур. Сӑнамалла: тен, Хлимун Уйкаса та вӗҫтерсе ҫитет, Лидия Гурьевна патне.
Сасартӑк алӑк яр уҫӑлчӗ, хӗрарӑм сасси янӑраса кайрӗ:
— Эсир кунта халап ҫапса ларатӑр. Лешкасра, ав, Алтатти аппана вӗлернӗ.
— Хӑҫан?.. Кам?.. — яшт сиксе тӑчӗ Аброськин. Ҫук, хӗрарӑм хуравламарӗ. Латсӑр хумханнӑскер алӑка шартлаттарса хупрӗ те анаталла васкарӗ.
Ку хыпар пире те шалтах тӗлӗнтерчӗ. Эпир те Лешкаса тухса чупрӑмӑр.