Хлимун ӗҫӗпе шӑп та лӑп виҫӗ эрне аппалантӑм. Вӑл аммиак шывӗ мӗншӗн юхтарнине те пӗлтӗм: хӑйне лектернӗ ҫын кил-ҫуртне краҫҫын сапса вут хыптарасшӑн пулнӑ. Анчах савӑтран краҫҫын мар, аммиак шывӗ палкаса тухнӑ…
Ӗҫ кунӗ вӗҫленсен те, хваттере васкамарӑм. Прокурор шӑнкӑравласса кӗтрӗм. Анчах Владимир Владимирович шӑнкӑравласа тӑмарӗ, ман пата хӑй кӗчӗ.
— Ма халь те каймастӑн?
— Хаҫат-журнал пӑхкалатӑп-ха.
— Туятӑп, ӗҫе тавӑрса парасса кӗтетӗн. Чӑнах та, тимлӗ тишкертӗм — пӗр ҫитменлӗх те тупаймарӑм. Маттур. Хлимун айӑплине вӑйлӑ ӗнентернӗ. Атя, кайса канах. Ыран ҫӗнӗ ӗҫ паратӑп. Ху пуҫарнине. Лидия Гурьевнӑна хупса лартрӑмӑр паян. Герӑна та, «Жигули» ураписем илсе килекене те… Лешсем вӑрласа килнӗ, Лидия Гурьевна сутнӑ… Вӑрманта тупнӑ йӗмпе пушмака Нагаев арӑмӗ палларӗ. «Ман упӑшкан вӗсем», ― терӗ. Базӑра Нагаева нимле путевка та паман. Кӑнтӑра вӑл йӗр ҫухатас тӗллевпе тухса шӑвӑннӑ. Аброськин ӑна санаторисенче шырать. Пӗлетӗн-и, Хура тинӗс хӗрринче мӗн чухлӗ санатори? Вунӑ талӑк ӑшталанчӗ уголовнӑй розыск начальникӗ. Нагаев вара пӗр пӗчӗк поселока, тинӗс хӗрринчен икӗ ҫухрӑма, вырнаҫнӑ. Вырӑнти участок инспекторӗ ярса тытнӑ ӑна. Нагаева ыран хамӑр пата илсе килеҫҫӗ… Пӗр сӑмахпа каласан, ку та кӑткӑс ӗҫ. Ку алапашсемпе те пайтах чаваланмалла пулӗ. Атя, кайса кан.
Прокурор хыҫҫӑн эпӗ те урама тухрӑм.
Культура керменӗ тӗлӗнче Кулагина тӗл пултӑм.
— Ма ман ҫинчен министерствӑна евитлерӗн? Милицирен кӑларса ҫапрӗҫ мана. Ӗҫ шыратӑп, ― терӗ кӗренчӗклӗн.
Кулагинпа калаҫса тӑмарӑм, пӑрӑнса утрӑм.
Культура керменӗпе юнашарах халӑх сучӗ вырнаҫнӑ. Унта ҫынсем пухӑнса тӑнӑ. Вадим та пур. Вӑл мана асӑрхарӗ те хирӗҫ чупса пычӗ.
— Юрий Иванович… Каҫарӑр… Ун чухне эп… милици уйрӑмӗнче..
— Атте.., ма аннепе юмахламастӑн? — ыйтрӗ ывӑлӗ, пирӗн пата пырса.
Часах Инна сасси те илтӗнчӗ:
— Юра, хӑвӑртрах кил. Автобусран юлатпӑр.
Ача ашшӗнчен уйрӑлчӗ те амӑшӗ патнелле чупрӗ. Вадимӑн кӑмӑл хуҫӑлчӗ. Пуҫӗ усӑнчӗ, куҫӗ шывланчӗ.
— Суд пулчӗ паян — Инна манран уйрӑлчӗ. Пӑталанӑ евӗр, Вадим вырӑнтан та хускалмарӗ. Ывӑлӗ ҫул тӑваткалӗнче курӑнми пулсан — ӗсӗклеме пуҫларӗ.
— Арӑм уйрӑлнӑшӑн мӗн макӑрмалли пур? — пирӗн пата пырса тӑчӗ Галя. ― Чун савни ҫук-им сан?
— Ывӑлӑм… Юратнӑ ывӑлӑм… Юра… — Вадим пит-ҫӑмарти тӑрӑх куҫҫуль тумламӗсем йӑрӑлтатса анчӗҫ.
— Эпӗ те ывӑл ҫуратса паратӑп. Тӑхта кӑштах, ― Вадима ҫупӑрласа илчӗ Галя.
— Ан тыт-ха мана! Халь ман…
— Ай-уй, манран та ютшӑнатӑн-им? Атя, загса заявлени кайса парар… Ҫырӑнар та пурӑнар ӗретлӗ ҫынсем пек.
Текех сӑнаса-итлесе тӑмарӑм, ҫаврӑнтӑм та Сӑр хӗрринелле таплаттартӑм…